Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Моисейĕн Пиллĕкĕмĕш Кĕнеки
Саккуна Астутарни
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Пай 1
(1) Çак сăмахсем вĕсем Моисей пĕтĕм Израиль халăхне каланă сăмахсем: кăна вăл Иордан леш енчи Суфпа тĕлметĕл тÿремлĕхри пушхирте, Фаранпа Тофел, Лаван, Асироф тата Дизагав хушшинче,
(2) Хорив тăвĕ патĕнчен вунпĕр кун кайсассăн, Сеир тăвĕнчен КадесВарни патнелле выртакан çул çинче чарăнса тăрсассăн каланă.
(3) Египетран тухсассăн хĕрĕхмĕш çулхине, вунпĕрмĕш уйăхра, уйăхăн пĕрремĕш [кунĕнче], Моисей Израилĕн [мĕнпур] ывăлне Çÿлхуçа Турă хăйне вĕсем çинчен мĕн калама хушнине пĕтĕмпех каласа кăтартнă.
(4) Моисей çак саккуна хăй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурăннăскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурăннăскере — вĕлернĕ хыççăн
(5) Иордан леш енчи Моав çĕрĕнче ăнлантарма пуçланă та çапла каланă:
(6) Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, Хоривра пирĕнпе калаçса çапла каларĕ: «сире çак ту çинче пурăнса çитĕ!
(7) каялла çаврăнăр, çула тапранса тухăр: аморрейсен тăвĕ çине тата вĕсен кÿршисем патне кайăр, тÿремлĕхе, сăртлăха, айлăм вырăнсене, кăнтăрти çĕрсене, тинĕс хĕррине, Ханаан çĕрне тата тăвĕ патне çитĕр, аслă юханшыв, Евфрат юханшывĕ, хĕррине çитиех кайăр;
(8) акă Эпĕ сире çакă çĕре паратăп, кайăр, Çÿлхуçа тупа туса хăвăр аçăрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вĕсене хăйсене тата вĕсенĕн ăрăвĕсене пама пулнă çĕре ĕмĕрлĕхе илĕр» терĕ.
(9) Эпĕ ун чухне сире каларăм: сире пĕччен ертсе каяймăп, терĕм;
(10) Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, сире ĕрчетсе ячĕ, акă ĕнтĕ эсир тÿпери çăлтăрсем пек йышлă; иÇÿлхуçа, аçăрсенĕн Турри, сире паянхинчен тата пин хут ытларах йышлăлантартăр, сире Хăй хăвăра каланă пек пиллетĕр:
(12) сирĕн йывăрлăхăра, сирĕн хĕнасапăра, сирĕн хирĕçÿхаркашăвăрсене манăн пĕччен мĕнле йăтса çÿресха?
(13) йăхăрсем тăрăх хăвăр валли ăслă, тăнлă, шанчăклă çынсем суйласа илĕр те, эпĕ вĕсене сирĕн пуçлăхăрсем туса лартăп, терĕм.
(14) Эсир мана çапла хуравласа каларăр: лайăх ĕç тума хушатăн пире, терĕр.
(15) Сирĕн йăхăрсенчен эпĕ аслисене, ăслă, [тăнлă,] шанчăклă çынсене илтĕм те вĕсене сирĕн пуçлăхăрсем — пинпÿ, çĕрпÿ, алпÿ, вунпÿ тата йăхăрсем тăрăх халăха пăхса тăраканĕсем — туса лартрăм.
(16) Çавăн чухне эпĕ сирĕн тÿресене хушса каларăм: хăвăр тăванăрсене тĕплĕн тăнласа, тăванпа тăвана та, ун патне ютран килнĕ çынна та тĕрĕс сут тăвăр;
(17) сутра çынсене уйăрса ан тăрăр, кĕçĕнниаслине пахмасар итлер: çынни менлинчен ан харăр, мĕншĕн тесессĕн сут — Турă ĕçĕ; хăвăршăн йывăр ĕçе вара ман патăма çитерĕр те, эпĕ ăна итлесе пăхăп, терĕм.
(18) Çавăн чухне эпĕ сире хăвăр мĕн тумаллине пĕтĕмпех каларăм.
(19) Эпир вара, Çÿлхуçа, Туррăмăр, хушнă пек, Хорив тăвĕ патĕнчен тапранса тухрăмăр та хăвăр курнă аслă та хăрушă пушхир тăрăх Аморрей тăвĕ еннелле выртакан çулпала килтĕмĕр, çапла КадесВарние çитрĕмĕр.
(20) Эпĕ вара сире каларăм: эсир Аморрей тăвĕ патне килсе çитрĕр, Çÿлхуçа, хамăр Туррăмăр, ăна пире парать;
(21) акă Çÿлхуçа, хăвăн Турру, çак çĕре сана парать, пыр, хăвна Çÿлхуçа, аçăрсенĕн Турри, каланă пек, ăна еткерлĕхе ил, ан хăра, сехĕрленсе ан тăр, терĕм.
(22) Анчах эсир пурсăр та ман патăма пырса тăтăр та каларăр: хамăртан малтан çынсем ярар: вĕсем çав çĕре пăхса çаврăнччăр та хамăр каяс çул çинчен, хамăр çитес хуласем çинчен пĕлсе килччĕр, терĕр.
(23) Çак сăмах мана килĕшрĕ, эпĕ вара сирĕнтен вуникĕ çын, [кашни] йăхран пĕрер çын, суйласа илтĕм.
(24) Вĕсем кайрĕç, вĕсем унта ту çине улăхса Есхол айлăмĕ патне çитнĕ, ăна пăхса çаврăннă;
(25) çав çĕрĕн çимĕçĕсене пирĕн пата илсе килчĕç, хыпарпа таврăнса çапла каларĕç: Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, пире паракан çĕр лайăх çĕр, терĕç.
(26) Анчах эсир каяс темерĕр, Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, хушнине хирĕç пултăр,
(27) хăвăр чатăрăрсенче ÿпкелешсе калаçрăр: Çÿлхуçа пире Египет çĕрĕнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пĕтерсе тăкас тесе илсе тухрĕ;
(28) ăçта кайăпăрха эпир? пирĕн тăванăмăрсем «вăл халăх пирĕнтен нумайрах, [йышлăрах,] пĕвĕпе те çÿллĕрех, унти хуласем пысăк, вĕсене тÿпенех çитекен хÿмепе тĕреклĕлетнĕ, тата эпир унта Енак ывăлĕсене те куртăмăр» тесе чĕремĕре хавшат сах пăрахрĕç, терĕр.
(29) Эпĕ вара каларăм сире: ан хăрăр, ан шикленĕр вĕсенчен;
(30) Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, сирĕн умăртан пырать; Вăл хăвăр куçăр умĕнче сирĕн хута кĕрсе çапăçĕ, Вăл сирĕншĕн Египетра та çапла турĕ,
(31) эсĕ куртăн ĕнтĕ, çакă пушхирте те Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана хăвăр килнĕ пĕтĕм çулăр тăршшĕпех, çак вырăна çитичченех, этем хăйĕн ывăлне çĕклесе çÿренĕ пек йăтса килчĕ, терĕм.
(32) Анчах капла та эсир Çÿлхуçана, хăвăр Туррăра, ĕненмерĕр.
(33) Вăл вара сирĕн валли чарăнса тăмалли вырăн шыраса сирĕн умăртан, эсир утас çула кăтартса, çĕрле — вут ăшĕнче, кăнтăрла пĕлĕт ăшĕнче пычĕ.
(34) Ĕнтĕ Çÿлхуçа [Турă] сирĕн сăмахăрсене илтрĕ те çилленсе кайрĕ, вара тупа туса çапла каларĕ:
(35) çак çынсенчен, çак усал ăруран, пĕри те Эпĕ сирĕн аçăрсене памашкăн тупа тунă ырă çĕре кураймĕ;
(36) Халев — Иефонния ывăлĕ — анчах курĕ ăна; Çÿлхуçана итленĕшĕн хăй утса тухнă çĕре Эпĕ ăна тата унăн ывăлĕсене парăп, терĕ.
(37) Сирĕншĕн Çÿлхуçа мана та çилленчĕ: унта эсĕ те кĕреймĕн, терĕ;
(38) сан çумăнти Иисус, Нав ывăлĕ, çавă кĕрĕ унта; çавна тĕреклĕлет, Израиль халăхне хăйĕн çĕрне еткерлĕхе илме вăл ертсе кĕрĕ;
(39) сирĕн ачăрсем, хăвăр «вĕсем тăшман аллине лекĕç» тенĕ ачăрсем, тата сирĕн халĕ ырра та, усала та пĕлмен ывăлăрсем кĕрĕç унта, çав çĕре вĕсене паратăп, ăна вĕсем йышăнĕç;
(40) эсир вара каялла çаврăнăр та Хĕрлĕ тинĕс еннелле выртакан çулпа пушхире кайăр, терĕ.
(41) Çавăн чухне эсир мана çапла хуравласа каларăр: эпир Çÿлхуçа, [хамăр Туррăмăр,] умĕнче çылăха кĕтĕмĕр, Çÿлхуçа, хамăр Туррăмăр, хушнă пек акă каятпăр та çапăçатпăр, терĕр. Вара эсир, кашниех пилĕкрен хăйĕн вăрçă кăралне çакса ярса, ăссăрла, ту çине улăхса кайма шухăш тытрăр.
(42) Анчах Çÿлхуçа каларĕ мана: кала вĕсене: ан улăхăр, ан çапăçăр, те, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сирĕн хушшăрта çук, апла сире тăшманăртан çăлаканĕ пулмĕ, терĕ.
(43) Эпĕ сире каларăм, анчах эсир итлемерĕр, Çÿлхуçа хушнине хирĕç тăтăр, пĕрех хăвăр шутланă пек туса ту çине улăхса кайрăр.
(44) Çав ту çинче пурăнакан Аморрей сире хирĕç тăрса тухрĕ те, тапăнакан пыл хурчĕсем пек хăваласа, сире Сеир сăртлăхĕ çинче мĕн Хормана çитичченех пĕтерсе пычĕ.
(45) Эсир каялла таврăнтăр та Çÿлхуçа умĕнче куççулĕ тăкрăр, анчах Çÿлхуçа эсир ÿлесе йĕнине илтмерĕ, сире тăнламарĕ.
(46) Эсир вара Кадесра хăвăр унта мĕн хушă тăтăр, çавăн чухлех, нумай вăхăт, пурăнтăр.
Пай 2
(1) Эпир каялла çаврăнтăмăр та, хама Çÿлхуçа каланă пек, пушхире Хĕрлĕ тинĕс патнелле тухса кайрăмăр, Сеир тăвĕ йĕритавра чылай вăхăт çÿрерĕмĕр.
(2) Çÿлхуçа мана çапла тесе каларĕ:
(3) çак ту тавра çÿресе çитĕ сире, çурçĕрелле çаврăнăр;
(4) халăха хуш, кала: эсир хăвăр тăванăрсен, Сеир çинче пурăнакан Исав ывăлĕсен, çĕрĕсем урлă иртĕр, вĕсем сирĕнтен хăраса ÿкĕç;
(5) анчах вĕсемпе вăрçă пуçарасран сыхланăр, Эпĕ сире вĕсен çĕрне ура лаппи пусмалăх та памастăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Сеир тăвне Исав аллине панă;
(6) апат-çимĕçе вĕсенчен кĕмĕлле туянса çийĕр, шывне те вĕсенчен кĕмĕлле туянса ĕçĕр;
(7) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, хăвăн Турру, эсĕ тăвакан пур ĕçе те пилленĕ, эсĕ çак аслă [та хăрушă] пушхирте çÿренĕ чухне сан хутна кĕрсе тăнă; акă ĕнтĕ Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хĕрĕх çул санпала пĕрле; эсĕ çитменлĕх мĕнне пĕлмерĕн, терĕ.
(8) Эпир вара хамăр тăванăмăрсен, Сеир çинче пурăнакан Исав ывăлĕсен, çумĕнчен тÿремлĕхри çулпа Елаф хули патĕнчен тата ЕционГавер хули патĕнчен иртрĕмĕр те Моав пушхирĕ еннелле пăрăнса кайрăмăр.
(9) Çÿлхуçа мана каларĕ: Моавпа хирĕçсе ан кай, вĕсемпе вăрçă пуçарса ан яр; унăн çĕрĕнчен Эпĕ санăн аллуна нимĕн те памăп, мĕншĕн тесессĕн Ар хулине Эпĕ Лот ывăлĕсене еткерлĕхе панă, терĕ;
(10) унччен унта эмимсем — аслă та йышлă халăх, Енак ывăлĕсем пекех çÿллĕ çынсем — пурăннă, Ирефаимсем хушшинче вĕсем Енак ывăлĕсем пек шутланнă; моавсем вара вĕсене эмимсем теççĕ;
(12) Сеир тăвĕ çинче ĕлĕк хоррейсем пурăннă; анчах Исав ывăлĕсем вĕсене унтан хăваласа ярса хăйсен куçĕ умĕнчен пĕтерсе тăкнă та вĕсен вырăнне вырăнаçнă — Израиль йăхĕ хăйне Çÿлхуçа еткерлĕхе панă çĕре йышăннă пек вырăнаçнă;
(13) çапла ĕнтĕ, тапранса тухăр та Заред айлăмĕпе иртĕр, терĕ Туррăмăр. Эпир Заред айлăмĕпе иртрĕмĕр.
(14) Эпир КадесВарние кайнăранпа, Заред айлăмĕпе иртнĕренпе вăтăр сакăр çул иртсе кайрĕ, вăрçа çÿрекенсенчен пирĕн тапăрта, Çÿлхуçа [Турă] вĕсене тупа туса каланă пекех, пĕр çын та юлмарĕ;
(15) Çÿлхуçа алли те, вĕсене халăх хушшинчен пĕри юлмиччен вĕлерсе пĕтерес тесе, вĕсем çинчех тăчĕ.
(16) Вăрçа çÿрекенсем халăх хушшинчен пĕр çын юлми вилсе пĕтсессĕн,
(17) Çÿлхуçа мана çапла тесе каларĕ:
(18) эсĕ халĕ Моав чикки тĕлĕнчен, Ар хули тĕлĕнчен, иртсе пыратăн,
(19) аммонсем патне çывăхарса çитрĕн; вĕсемпе хирĕçсе ан кай, вĕсемпе вăрçă пуçарса ан яр, Аммон ывăлĕсен çĕрĕнчен Эпĕ санăн аллуна нимĕн те памăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ вăл çĕре Лот ывăлĕсене еткерлĕхе панă;
(20) вăл рефаимсен çĕрĕ шутланнă; ĕлĕк унта рефаимсем пурăннă; аммонсем вара вĕсене замзумимсем теççĕ;
(21) вĕсем — аслă та йышлă халăх — Енак ывăлĕсем пекех çÿллĕ çынсем пулнă, Çÿлхуçа вĕсене аммонсем умĕнчен пĕтерсе тăкрĕ те, аммонсем вара, вĕсене хăваласа ярса, вĕсен çĕрĕнче пурăнма вы рăнаçрĕç,
(22) Сеир тăвĕ çинче пурăнакан Исав ывăлĕсемшĕн те Вăл çавăн пекех тунăччĕ, вĕсен куçĕ умĕнчен хоррейсене пĕтерсе пăрахнăччĕ, Исав ывăлĕсем вара, вĕсене хăваласа кăларса, вĕсен çĕрне вырăнаçрĕç, паян кунчченех çавăнта пурăнаççĕ;
(23) Газа хули патне çитиех ларса тухнă ялсенче пурăннă аввейсене те Кафтортан тухса килнĕ кафторимсем пĕтерсе тăкрĕç те вĕсен вырăнĕнче пурăнма вырăнаçрĕç.
(24) Тапранăр, çула тухăр, Арнон юхăм шывĕ урлă каçăр; акă Эпĕ санăн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей çыннине — тата унăн çĕрне паратăп; çав çĕре ярса илме хатĕрлен, унпа вăрçă вăрç;
(25) çак кунран тытăнса Эпĕ тÿпе айĕнчи пур халăха та сан умунта хăратса та сехĕрлентерсе тăрăп; сан çинчен илтнисем чĕтресе, санран сехĕрленсе ÿкĕç, терĕ Турă.
(26) Эпĕ вара Кедемоф пушхирĕнчен Сигон патне, Есевон патши патне, çапла тату сăмах калама элчĕсем ятăм:
(27) мана хăвăн çĕрÿ урлă иртме ирĕк парсамччĕ; эпĕ çулпа кайăп, сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнса кĕмĕп;
(28) апат-çимĕçне мана кĕмĕлле сут, эпĕ çийĕп, ĕçмелли шывне те мана кĕмĕлле пар, эпĕ ĕçĕп, эпĕ урапа анчах утса иртĕп —
(29) Сеир çинче пурăнакан Исав ывăлĕсем те, Ар хулинче пурăнакан моавсем те мана çавăн пек тума ирĕк пачĕç, манăн Иордан урлă каçса хамăра Çÿлхуçа Туррăмăр паракан çĕр çине çитмелле тесе калама хушрăм.
(30) Анчах Сигон, Есевон патши, пире хăйĕн çĕрĕ урлă ирттерме килĕшмерĕ, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, санăн Турру, ăна санăн аллуна парас тесе унăн кăмăлне хытарнă, чĕрине хаярлатнă, халĕ çакă курăнсах тăрать.
(31) Çÿлхуçамăр мана каларĕ: акă Эпĕ Сигона [Есевон патшине, аморрей çыннине,] тата унăн çĕрне сана пама пуçлатăп; унăн çĕрне алла илме тытăн, терĕ.
(32) Сигон [Есевон патши] вара хăйĕн пĕтĕм халăхĕпе Яаца хули патне пире хирĕç çа пăçма тухрĕ;
(33) Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, ăна [пирĕн алла] ÿкерчĕ, эпир ăна хăйне те, унăн ывăлĕсене те, унăн пĕтĕм халăхне те çĕмĕрсе тăкрăмăр,
(34) çавăн чухне эпир унăн мĕнпур хулине туртса илтĕмĕр, мĕнпур хулине, арçыннихĕрарăмĕ, ачипăчимĕнĕпех тупаларăмăр, пĕр çынна та чĕрĕ хăвармарăмăр;
(35) хамăр валли тупăш вĕсен выльăхчĕрлĕхне анчах, хамăр çĕнтернĕ хуласенче мĕн туртса илнине анчах илтĕмĕр.
(36) Арнон юхăм шывĕн хĕрринчи Ароер хулинчен тата айлăмра ларакан хуларан пуçласа Галаад [тăвĕ] патне çитичченех эпир çĕнтереймен хула юлмарĕ: Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, пурне те [пирĕн аллăмăра] пачĕ.
(37) Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, [пире] пыма хушман вырăна çеç — аммонсен çĕрĕ патне, Иавок юхăм шывĕ [çывăхĕнчи] вырăнсем патне, ту çинчи хуласем патне çеç — пымарăн эсĕ.
Пай 3
(1) Эпир унтан каялла çаврăнтăмăр та Васан патнелле кайрăмăр, пире хирĕç Ог — Васан патши — хăйĕн мĕнпур халăхĕпе Едреи хули патĕнче вăрçăпа тухрĕ.
(2) Çÿлхуçа мана каларĕ: унран ан хăра, Эпĕ ăна, унăн халăхне те, унăн çĕрне те пĕтĕмпех санăн аллуна парăп, эсĕ вара ăна Есевон хулинче пурăннă Сигона, аморрейсен патшине, мĕн кăтартнă, çавнах кăтартăн, терĕ.
(3) Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, Ога — Васан патшине — тата унăн пĕтĕм халăхне пирĕн алла пачĕ; эпир ăна çапса аркатрăмăр, çапла унăн çыннисенчен пĕри те чĕрĕ юлмарĕ;
(4) çавăн чухне эпир унăн мĕнпур хулине туртса илтĕмĕр; вĕсен эпир илмен хула юлмарĕ: утмăл хула, пĕтĕм Аргов çĕрĕ, Васан патшин Огăн патшалăхĕ;
(5) çак хуласене пурне те çÿллĕ хÿмесемпе, хапхасемпе, сăлăпсемпе тĕреклĕлетнĕччĕ, вĕсемсĕр пуçне тата темĕн чухлĕ тĕреклĕлетмен хулаччĕ;
(6) эпир вĕсене тупаларăмăр, Сигонăн — Есевон патшин — кашни хулине арçыннихĕрарăмĕ, ачипăчимĕнĕпех пĕтерсе тухнă пек тупаларăмăр;
(7) анчах мĕнпур выльăхне тата хуласенче мĕн туртса илнине хамăр валли тупăш вырăнне хăвартăмăр.
(8) Çавăн чухне эпир аморрейсен икĕ патшин аллинчен çак çĕре, Иордан ку енчи Арнон юхăм шывĕнчен пуçласа Ермон тăвĕ таран тăсăлакан çĕре,—9
(10) тÿремлĕхри мĕнпур хулана, пĕтĕм Галаада, Салха хулинчен пуçласа Едреи хулине çитиччен пĕтĕм Васана, Васан патши Ог патшалăхĕн хулисене туртса илтĕмĕр; пĕнтĕ рефаимсенчен Ог, Васан патши, анчах тăрса юлнăччĕ. Авă унăн вырăнĕ, тимĕртен тунăскер, вăл халĕ те Раввăра, Аммон ывăлĕсем патĕнче: унăн тăршшĕ, арçын чикипе, тăхăр чике, сарлакăшĕ — тăватă чике.
(12) Çак çĕре эпир ун чухне Арнон юхăм шывĕ патĕнчи Ароертан пуçласах илтĕмĕр; вара Галаад тăвĕн çуррине, хулимĕнĕпе, эпĕ Рувим йăхĕпе Гад йăхне патăм;
(13) ГалаАдăн юлашки пайне тата пĕтĕм Васана, Ог патшалăхне, эпĕ Манассиян çур йăхне патăм, ăна пĕтĕм Аргов çĕрĕпе пĕтĕм Васана патăм. [Ăна рефаимсен çĕрĕ теççĕ.]
(14) Иаир, Манассия ывăлĕ, пĕтĕм Аргов çĕрне Гесурпа Мааха çĕрĕсен чиккине çитичченех илчĕ, Васана вăл хăйĕн ячĕпе «Иаир ялĕсем» теме пуçларĕ, вĕсем халĕ те çавах;
(15) Махира эпĕ Галаад çĕрне патăм;
(1) бРувим йăхĕпе Гад йăхне вара Галаадран пуçласа Арнон юхăм шывĕ таран, юхăм шывпа Аммон ывăлĕсен çĕр чиккийĕ пулакан Иавок çырми хушшинче выртакан çĕре,
(17) çавăн пекех тÿремлĕхпе Иордан шывне, чикĕ пулса тăраканскере, Киннерефран пуçласа тÿремлĕхри тинĕс — Тăварлă тинĕс — хĕррине çитиччен, Фасга тăвĕ патĕнчи тухăç енчи çĕре, патăм.
(18) Çавăн чухне эпĕ сире çапла хушса каларăм: Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, çак çĕре сире еткерлĕхе пачĕ; çапăçма пултаракан сем пурте, вăрçа хатĕрленсе, хăвăрăн тăванăрсенчен — Израиль ывăлĕсенчен — малта пырăр;
(19) арăмăрсемпе ачăрсем анчах, выльăхчĕрлĕхĕр анчах [эпĕ сирĕн выльăх нумаййине пĕлетĕп] эпĕ хăвăра панă хуласенче юлччăр,
(20) Çÿлхуçа [Турă] сирĕн тăванăрсене, сире хăвăра панă пек, тăнăçлăх париччен, вĕсем те Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, хăйсене Иордан леш енче паракан çĕре еткерлĕхе иличчен вĕсемпе пĕрле пулăр; вара кашнийĕ эпĕ сире панă еткер çĕрĕре таврăнăр, терĕм.
(21) Иисуса та эпĕ ун чухне çапла астутарса каласа хутăм: санăн куçу Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, çав икĕ патшана мĕн кăтартнине пĕтĕмпех курчĕ; эсĕ иртсе тухас патшалăхсене те Çÿлхуçа çавнах кăтартĕ;
(22) вĕсенчен ан хăрăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, Хăй сирĕн хута кĕрсе çапăçать, терĕм.
(23) Эпĕ ун чухне Çÿлхуçана кĕлтуса çапла каларăм:
(24) эй Çÿлхуçа Патша, Эсĕ Хăвăн чуруна Хăвăн аслăлăхна, [Хăвăн хăватна,] Хăвăн çирĕп аллуна [тата пысăк вăйна] кăтарта пуçларăн; ĕнтĕ тÿпере, çĕр çинче Эсĕ тунă пек ĕçсем тума пултараканĕ, Сан пек хăватлăскер мĕнле турă пурши тата?
(25) мана Иордан урлă каçса леш енчи çав ырă çĕре, çав хÿхĕм тăва тата а курма парсамччĕ, терĕм.
(26) Анчах сире пула Çÿлхуçа мана çилленнĕччĕ те мана тăнламарĕ, Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: çитĕ сана, çакăн çинчен Мана урăх ан кала;
(27) Фасга тăвĕн тăррине хăпар та хăвăн куçупа тинĕс енне, çурçĕр енне, кăнтăр енне, тухăç енне пăхса ил, хăвăн куçупа ху курса юл, мĕншĕн тесессĕн эсĕ çак Иордан леш енне каçаймастăн;
(28) Иисуса вĕрентсе хăвар, ăна вăй илме, çирĕп тăма пар; ĕнтĕ вăл халăх умĕнчен пырĕ, вăлах эсĕ хăвăн куçупа ху курас [пĕтĕм] çĕре халăха пайăнпайăн валеçсе парĕ, терĕ.
(29) Эпир вара айлăмра, БефФегор хулипе тĕлметĕл, чарăнса тăтăмăр.
Пай 4
(1) Эппин, Израиль, йĕркесемпе саккунсем итле: сирĕн чĕрĕ юлмалла, ĕрчесе каймалла пултăр тесе, Çÿлхуçа, аçăрсен Турри, хăвăра [еткерлĕхе] паракан çĕре кайса ăна ĕмĕрлĕхе илмелле пултăр тесе, [паян] эпĕ сире çав йĕркесемпе саккунсене мĕнле тытса тăмаллине вĕрентĕп;
(2) эпĕ сире калани çумне нимĕн те ан хушăр, унран нимĕн те кăларса ан пăрахăр; эпĕ сире [паян] Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, ÿкĕчĕсене пĕлтеретĕп, эсир çав ÿкĕтсем вĕрентнĕ пек пурăнăр.
(3) Çÿлхуçа [пирĕн Туррăмăр] Ваал-Фегора мĕн тунине эсир йăлтах куртăр: Ваал-Фегор хыççăн кайнă кирек хăш çынна та Çÿлхуçа, санăн Турру, сирĕн хушшăртан пĕтерсе пăрахрĕ;
(4) эсир вара — Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, çумне çыпăçнисем — пурсăр та паян кун та чĕрĕ.
(5) Акă эпĕ сире, Çÿлхуçа, хамăн Туррăм, хама хушнă пек, хăвăр аллăра илме пырса кĕрекен çĕр çинче сирĕн мĕнле пурăнмаллине кăтартакан йĕркесемпе саккунсене вĕрентрĕм;
(6) çапла ĕнтĕ вĕсене астуса тăрса, пурăнăçласа пырăр: ытти халăхсем умĕнчи сирĕн ăсăр, сирĕн тăнăр çакăнта пулĕ; вĕсем вара, çак йĕркесем çинчен илтсессĕн: çак аслă халăх çеç ăслă халăх, тăнлă халăх, тейĕç.
(7) Мĕншĕн тесессĕн, кирек хăçан асăнсассăн та, Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, пире çывăх тăрать, çавăн пек хăйне çывăх тăракан турăллă аслă халăх пур-ши тата?
(8) эпĕ паян сире сĕнекен çак пĕр пĕтĕм саккун пек тĕрĕс йĕркесемпе саккунсем мĕнле аслă халăхăн пур-ши тата?
(9) Анчах сыхлан, чунна тимлĕн упра, ху куçупа курнă ĕçсене манса ан кай, мĕн ĕмĕрÿ тăршшĕпех вĕсем сан чĕрÿнтен ан тухчăр; вĕсем çинчен эсĕ хăвăн ывăлусене, ывăлун ывăлĕсене каласа пар,
(10) ху Хорив тăвĕ патĕнче [пуху кунĕнче] Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче тăни çинчен каласа кăтарт; çавăн чухне Çÿлхуçа мана каларĕ: Ман патăма халăха пух, Эпĕ вĕсене Хамăн сăмахăмсене пĕлтерĕп; çав сăмахсене итлесе вĕсем хăйсем çĕр çинче пурăннă чухне ĕмĕрĕ тăршшĕпех Манран хăраса тăма вĕренĕç, ачисене те вĕрентĕç, терĕ.
(11) Эсир çывăхартăр та ту айне пырса тăтăр, тăвĕ вара тÿпене çитичченех вутçулăмпа ялкăшса çунатчĕ, сĕм тĕттĕмччĕ, пĕлĕт тата сĕмлĕх тăратчĕ.
(12) Çÿлхуçа сирĕнпе [ту çинче тăрса] вутçулăм ăшĕнчен калаçрĕ; эсир [Унăн] сассине илтсе тăтăр, анчах сăнне курмарăр, сассине çеç илтсе тăтăр;
(13) Вăл сире Хăйĕн халалне пĕлтерчĕ, сире Хăйĕн çав вунă ÿкĕчĕ вĕрентнĕ пек пурăнма хушрĕ, ăна Вăл икĕ чул хăма çине çырса пачĕ;
(14) хăвăр аллăра çĕнтерсе илме пырса кĕрекен çĕр çинче сирĕн Турă хунă йĕркесемпе саккунсем тăрăх пурăнмалла, çавăнпа Çÿлхуçа мана çавăн чухне вĕсене сире вĕрентсе хăварма хушрĕ.
(15) Çакна хăвăр чунăрта çирĕп тытăр: Çÿлхуçа Хорив [тăвĕ] çинче тăрса сирĕнпе вутçулăм ăшĕнчен калаçнă кун эсир нимĕнле сăн та курман,
(16) ирсĕрленсе, сирĕн хăвăр валли суя турă кĕлеткисем, арçын е хĕрарăм евĕрлĕ йĕрĕхсем,
(17) çĕр çинчи пĕрпĕр выльăх кĕлетки, пĕлĕт айĕнче вĕçсе çÿрекен пĕрпĕр çунатлă кайăк кĕлетки,
(18) çĕр çийĕн шуса çÿрекен пĕрпĕр [çĕлен-калта] кĕлетки, çĕртен аялта шывра ишсе çÿрекен пĕрпĕр пулă кĕлетки тумалла ан пултăр;
(19) санăн тата тÿпе çине пăхса, хĕвеле, уйăха, çăлтăрсене [тата] çÿлти пĕтĕм çара курса, сăхланса ÿксе, вĕсене пуççапса пурăнмалла ан пултăр, вĕсене пăхăнса тăмалла ан пултăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, санăн Турру, вĕсене пĕтĕм тÿпе айĕнчи пур халăх валли те туса панă.
(20) Сире вара Çÿлхуçа [Турă], Хăй еткерлĕхĕн халăхĕ пултăр тесе, тимĕр кăмакаран, Египетран, илсе тухрĕ — халĕ ĕнтĕ çакă курăнсах тăрать.
(21) Çÿлхуçа [Турă] мана сирĕншĕн çилленчĕ те, эпĕ Иордан леш енне каçайМасса, эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, сана еткерлĕхе паракан ырă çĕре çитеймессе тупа туса каларĕ;
(22) эпĕ çак çĕр çинчех, Иордан леш енне каçаймасăрах, вилĕп, эсир вара унта каçса çав ырă çĕре хăвăр аллăра илетĕр.
(23) Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, хăвăрпа хывнă халала манасран сыхланăр, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хушнă пек, хăвăр валли темĕскерле йĕрĕхсем тăвасран сыхланăр,
(24) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, санăн ТурРУ>— çунтарса яракан вутçулăм, кĕвĕçекен Турă.
(25) Эхер те санăн ывăлусем çуралсассăн, [хăвăн] ывăлусен ывăлĕсем çуралсассăн, унтан эсир çĕр çинче чылайччен пурăннă майăн ирсĕрленсе кайса пĕрпĕр суя туррăн ĕлкине тусассăн, çак усал ĕçе Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, куçĕ умĕнче туса Ăна çиллентерсе ярсассăн,
(26) тÿпепе çĕре асăнса калатăп сире паян: эсир Иордан леш енне каçса еткерлĕхе илес çĕрĕре часах çухататăр; унта нумай вăхăт пурăнаймастăр, пĕтетĕр;
(27) вара Çÿлхуçа сире [пур] тĕрлĕ халăх хушшине сапаласа ярĕ, хăвăра Çÿлхуçа çитерсе хăварнă халăхсем хушшинче эсир пĕчĕк йышлăн тăрса юлатăр;
(28) унта эсир [урăх] турăсене, этем алли йывăçран тата чултан тунăскерсене, пăхăнса пурăнатăр: вĕсем курмаççĕ те, илтмеççĕ те, апат та çимеççĕ, шăршă та пĕлмеççĕ.
(29) Анчах эсĕ унта Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, шырама тытăнсассăн, пĕтĕм чĕрÿпе, пĕтĕм чунупа шырасассăн, [Ăна] шыраса тупăн.
(30) Хуйхăасап çитсессĕн — вăхăт иртнĕçемĕн вăл санăн патна пĕтĕмпех килсе тăрĕ — эсĕ Çÿлхуçа, хăвăн Турру, енне çаврăнăн та Унăн сассине итлĕн.
(31) Çÿлхуçа, санăн Турру,— [ырă,] хĕрхенекен кăмăллă Турă; Вăл сана пăрахмĕ, пĕтерсе те тăкмĕ, хăвăр аçăрсемпе хывнă халала манмĕ, ăна Вăл вĕсене тупа туса çирĕплетсе панă.
(32) Хăвăнтан малтанах пулнă саманасемпе ĕмĕрсенчен — Турă çĕр çинче этеме пултарнă кунранпах пыракан, тÿпен пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çитиех тăсăла кан вăхăтран — ыйтха: çак аслă ĕçпе танлашаканни мĕн те пулин пулнăи, илтнĕи ун пекки çинчен?
(33) вутçулăм ăшĕнчен калаçакан [чĕрĕ] Туррăн сассине эсĕ илтнĕ пек тата [мĕнле те пулин халăх] илтнĕи, çапла илтсе чĕрĕ юлнăи?
(34) Е мĕнле те пулин турă, санăн куçу умĕнче Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, сирĕншĕн Египетра тунă пек — асапсем ярса, паллăсем, хăватсем кăтартса, вăрçăпа, тĕреклĕ аллипе, хăватлă вăйĕпе, хăрушла сехĕрлентерсе — урăх халăх хушшинчен хăй валли халăх çăлса тухма пикенсе пăхнăи?
(35) Сана çакна пĕлтерме кăтартнă, пĕлсе тăр: Çÿлхуçа [санăн Турру] çеç чăн Турă, Унсăр пуçне урăххи çук;
(36) вĕрентмешкĕн Вăл сана Хăйĕн тÿперен калаçакан сассине илтме пачĕ, çĕр çинче сана Хăйĕн хăватлă вутнеçулăмне кăтартрĕ, эсĕ Унăн сăмахĕсене вутçулăм ăшĕнчен илтрĕн;
(37) санăн аçусене юратнăран тата [сире,] вĕсем хыççăн юлас ăрăва, суйласа илнĕрен Вăл сана Египетран Хăйĕн аслă хăвачĕпе Хăй илсе тухрĕ,
(38) çакна Вăл сан умăнтан хăвăнтан йышлăрах та вăйлăрах халăхсене хăваласа ярас, сана вĕсен çĕрне кĕртес, вĕсен çĕрне еткерлĕхе парас тесе турĕ, халĕ çакă курăнсах тăрать.
(39) Çапла ĕнтĕ пĕлсе тăр, чĕрÿне хыв: Çÿлхуçа [санăн Турру] çÿлте тÿпере те, аялта çĕр çинче те Турă, [Унсăр пуçне] урăххи çук;
(40) Унăн эпĕ халĕ сана каласа хăваракан йĕркисене, Унăн ÿкĕчĕсене астуса тăр: сана хăвна та, хăвăн хыççăн санăн ывăлусене те лайăх пултăр, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна яланлăхах паракан çĕр çинче санăн нумай çул пурăнмалла пултăр.
(41) Çавăн чухне Моисей Иорданăн ку енче, тухăçалла, виçĕ хула уйăрса илнĕ,
(42) çын вĕлерекен, хăйĕн çывăх çыннине вĕлерме шухăшламасăр, ăнсăртран, ĕнер те, виçĕмкун та уншăн тăшман пулман халлĕнех вĕлернĕскер, çав виçĕ хуларан пĕр хулине тарса чĕрĕ юлма пултартăр, тенĕ;
(43) хулисем çаксем: Рувим йăхĕ илнĕ тÿрем лĕхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йăхĕ илнĕ Галаад çĕрĕнчи Рамоф тата Манассия йăхĕ илнĕ Васан çĕрĕнчи Голан.
(44) Моисей Израиль ывăлĕсене каласа панă саккун çакă ĕнтĕ;
(45) хăйсем Египетран тухнă хыççăн Моисей Израиль ывăлĕсене [пушхирте] каланă ÿкĕтсем, йĕркесем, туса тăмалли йăласем çаксем ĕнтĕ;
(46) çакна вăл Египетран тухнă хыççăн Иордан леш енче, БефФегорпа тĕлметĕл выртакан айлăмра, хăй Израиль ывăлĕсемпе пĕрле çапса салатнă Сигон çĕрĕнче — Есевонра пурăннă аморрейсен патшийĕн çĕрĕнче — каласа панă.
(47) Вĕсем вара çав çĕре тата Ог — Васан патши — çĕрне, амморейсен икĕ патшийĕн çĕрне, Иорданăн леш енче хĕвелтухăçнелле выртакан çĕре
(48) Арнон юхăм шывĕ хĕрринче ларакан Ароер хулинчен пуçласа Сион тăвĕ таран — вăлах Ермон тăвĕ —
(49) тата Иордан ку енчи тухăçалла выртакан пĕтĕм тÿремлĕхе Фасга тăвĕ патĕнчи тÿремлĕхри тинĕс хĕррине çитичченех хăйсен аллине илнĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Пай 5
(1) Моисей мĕнпур Израиль халăхне чĕнсе пухнă та каланă: эй Израиль, итле, эпĕ паян сире хăлхăра кĕрсе юлччăр тесе каласа паракан йĕркесемпе саккунсене итле, вĕсене вĕренсе çит те тытса тăма тăрăш.
(2) Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, Хорив тăвĕ çинче пирĕнпе халал хыврĕ; Зçакă халала Çÿлхуçамăр пирĕн аттемĕрсемпе мар, пирĕнпе, çакăнта паян чĕрĕ тăракансемпе, хыврĕ.
(4) Çÿлхуçа сирĕнпе ту çинче вутçулăм ăшĕнчен куçакуçăн калаçрĕ;
(5) эпĕ вара çав вăхăтра Çÿлхуçапа сирĕн хушшăрта тăтăм, сире Çÿлхуçамăр сăмахне тепĕр хут каласа пытăм, мĕншĕн тесессĕн эсир вутçулăмран хăраса ту çине улăхмарăр. Вăл çавăн чухне çапла каларĕ:
(6) Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, сана Египет çĕрĕнчен, ху чура пулса пурăннă çуртран, илсе тухнă Турă.
(7) Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр.
(8) Йĕрĕх ан ту, çÿлте тÿпери япаласенĕн, аялта çĕр çинчи япаласенĕн, çĕртен аяларах шыври япаласенĕн ĕлкине, кĕлеткине ан ту,
(9) вĕсене ан пуççап, вĕсене пăхăнса ан тăр; Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, кĕвĕçекен Турă, Хама курайманнисене ашшĕсен айăпĕшĕн ачисене те виçĕтăватă сыпăкчен хаса паратăп,
(10) Хама юратакансене, Манăн ÿкĕтĕмсене тытса пурăнакансене Эпĕ пин сыпăка çити ырăлăх туса тăратăп. г1
(12) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна ÿкĕтлесе каланă пек, шăматкуна уяма астуса тăр;
(13) ултă кун ĕçле, хăвăн пур тĕрлĕ ĕçне туса тăр,
(14) çиччĕмĕш кунĕ Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, шăматкун пултăр: [вăл кун] эсĕ ху та, ывăлу та, хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, вăкăру та, ашаку та, пур тĕрлĕ выльăхчĕрлĕхÿ те, ютран килнĕ çын та, сан патăнта пурăнаканскер, нимĕнле ĕç те ан тăвăр, санăн арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччăр;
(15) ан ман, [эсĕ] Египет çĕрĕнче чура пулнă, анчах Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăйĕн хăватлă аллипе, пысăк вăйĕпе сана унтан илсе тухнă, çавăнпа Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана шăматкуна уяса, [упраса тăма] хушнă.
(16) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна хушнă пек, аçупа аннÿне хисепле, вара кун-çулу вăрăм килĕ, хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан çĕр çинче сана лайăх пулĕ.
(17) Ан вĕлер.
(18) Ан аскăнлан.
(19) Ан вăрла.
(20) Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле.
(21) Çывăх çыннун арăмне ан ăмсан, çывăх çыннун килçуртне ан хапсăн, унăн уйхирне те, унăн арçын чурине те, хĕрарăм чурине те, унăн вăкăрне те, ашакне те, [нимĕнле выльăхчĕрлĕхне те,] çывăх çыннун мĕн пуррине нимĕне те ан хапсăн, терĕ.
(22) Çак сăмахсене Çÿлхуçа сирĕн пухăннă мĕнпур халăхăра ту çинчен, вутçулăм, пĕлĕт, сĕмлĕх [тата çилтăвăл] ăшĕнчен аслати пек хăватлă сасăпа каласа пачĕ, вара урăх каламарĕ, çав сăмахсене икĕ чул хăма çине çырса мана пачĕ.
(23) Сĕмлĕхрен сасă илтсессĕн, ту вутçулăмпа çунса тăнă вăхăтра эсир, сирĕн мĕнпур ăру пуçлăхĕсемпе аслă çыннăрсем, ман патăма пырса тăтăр та
(24) çапла каларăр: акă Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, пире Хăйĕн мухтавлăхне, Хăйĕн аслăлăхне кăтартрĕ, эпир Унăн сассине вутçулăм ăшĕнчен илтрĕмĕр; паян эпир Турă этемпе калаçнине, этемми вара чĕрех юлнине куртăмăр;
(25) ĕнтĕ пирĕн мĕншĕн вилмеллеха? пире çак аслă вутçулăм çунтарса ярĕ; Çÿлхуçа, хамăр Туррăмăр, сассине татах илтес пулсассăн, эпир вилетпĕр,
(26) вутçулăм ăшĕнчен калаçакан чĕрĕ Турă сассине пирĕн пек илтсе те чĕрĕ юлнă чун пурши вара?
(27) эсĕ кай та Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, [хăвна] мĕн каланине пĕтĕмпех итле, Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, хăвна мĕн каланине пĕтĕмпех пире каласа тăр, эпир итлĕпĕр, мĕн илтнине тăвăпăр, терĕр.
(28) Çÿлхуçа эсир манпа мĕн калаçнине илтрĕ те мана çапла каларĕ: санпа калаçнă çак халăх сăмахне илтрĕм Эпĕ; вĕсем мĕн калани пурте ырă;
(29) эх, вĕсен чĕри те çавăн пекех пулинччĕ, хăйсене те, хăйсен ывăлĕсене те ĕмĕрех ырă пултăр тесе вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех Манран хăраса тăринччĕç, Манăн ÿкĕтĕмсем вĕрентнĕ пек пурăнинччĕç!
(30) пыр, кала вĕсене: «чатăрăрсене таврăнăр» те;
(31) эсĕ ху вара кунта Манпа пĕрле юл, Эпĕ сана пур йĕркене те, пур ÿкĕтпе саккуна та каласа парăп, эсĕ вĕсене халăха вĕрентме тивĕç: Эпĕ хăйсене еткерлĕхе паракан çĕр çинче Израиль ывăлĕсем [çав] йĕркепе пурăнччăр.
(32) Астăвăр, хăвăра Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, хушнă пек тăвăр; сылтăмалла та, сулахаялла та ан пăрăнăр;
(33) Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, хăвăра çÿреме хушнă çулпа çÿрĕр, çапла сирĕн чĕрĕ тăмалла пултăр, сире ырă пултăр, хăвăр аллăра илекен çĕр çинче нумай вăхăт пурăнмалла пултăр, терĕ.
Пай 6
(1) Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, сире вĕрентме хушнă ÿкĕтсем, йĕркесем, саккунсем çакă ĕнтĕ, сирĕн хăвăр аллăра илме каякан çĕр çинче [çавăн пек] пурăнмалла;
(2) санăн Çÿлхуçаран, хăвăн Туррунтан, хăрамалла, кун-çулу вăрăм килтĕр тесессĕн, Эпĕ сана [паян] Унăн йĕркисемпе Унăн ÿкĕчĕсене вĕрентсе хăварăп, çавна санăн хăвăн та, санăн ывăлусен те, ывăлусен ывăлĕсен те ĕмĕр тăршшĕпех тытса тăмалла.
(3) Эппин, итле, Израиль, хăвна лайăх пултăр тесессĕн, ĕрчесехунаса каяс тесессĕн, çакна туса тăма тăрăш: Çÿлхуçа, аçусенĕн Турри, сана сĕтпе пыл юхса выртакан çĕр парăп тесе каланă. [Кусем — Çÿлхуçа Турă Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен тухнă хыççăн пушхирте панă йĕркесемпе саккунсем.]
(4) Эй Израиль, итле: Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр — пĕртенпĕр Çÿлхуçамăр;
(5) Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, пĕтĕм чĕрÿпе, пĕтĕм чунупа, пĕтĕм вăйхалупа юрат.
(6) Эпĕ паян сана каласа хăваракан çак сăмахсем санăн чĕрÿнте [тата санăн чунунта] пулччăр;
(7) вĕсене хăвăн ачусене вĕрент, вĕсем çинчен килÿнте ларнă чухне те, çулпа пынă чухне те, çывăрма выртсассăн та, ир тăрсассăн та калаç;
(8) астуса тăмашкăн эсĕ вĕсене аллу çумне çых, вĕсем санăн çамкуна çыхмалли хăю пулччăр,
(9) вĕсене хăвăн çуртун алăк сулли çине, хапху çине çырса хур.
(10) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, çак çĕре хулимĕнĕпех сана пама хăвăн аçусене — Ав раама, Исаака тата Иакова — тупа тунăччĕ, Турă сана çак çĕре илсе кĕрсессĕн, ан ман: унти пысăк, лайăх хуласене эсĕ туман, Иунти килçуртсенчи пурлăха эсĕ пухман, унти чул касса алтнă пусăсене те эсĕ алтман, унти иçĕм пахчисемпе çу йывăççисене те эсĕ лартса ÿстермен, çапла ĕнтĕ çавăнта çисетăранса пурăнма пуçласассăн
(12) сыхлан: [санăн чĕрÿ ан улталантăр,] хăвна Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухнă Çÿлхуçана манмалла ан пултăр.
(13) Çÿлхуçаран, хăвăн Туррунтан, хăра, [пĕр] Ăна анчах пăхăнса тăр, [Ун çумне çыпçăн,] Унăн ячĕпе тупа ту.
(14) Урăх турăсем хыççăн, хăвăр таврари халăхсен туррисем хыççăн ан кайăр,
(15) мĕншĕн тесессĕн сирĕн хушшăрта тăракан Çÿлхуçа, санăн Турру, кĕвĕçекен Турă; Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, çилли тулса ан çиттĕр, Вăл сана çĕр пичĕ çийĕнчен пĕтерсе ан пăрахтăр.
(16) Çÿлхуçана, хăвăрăн Туррăра, Ăна хăвăр Масса теекен вырăнта сăнанă пек ан сăнăр.
(17) Çÿлхуçанăн, хăвăр Туррăрăн, ÿкĕчĕсене, Вăл хунă, хушса каланă йĕркесене çирĕп тытса пурăнăр;
(18) Çÿлхуçа [Турру] умĕнче тĕрĕс те ырă ĕç туса тăр, çапла хăвна ырă пултăр, Çÿлхуçа хăвăн аçусене тупа туса пама пулнă паха çĕре çитсе, ăна хăвăн аллуна илмелле пултăр,
(19) санăн пур тăшманна та Вăл, Хăй каланă пек, санăн умăнтан хăваласа ятăр.
(20) Эхер те кайран ывăлу санран: «Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, хăвăра ÿкĕтлесе каланă йĕркесем, хушса каланисем, саккунсем мĕне пĕлтереççĕ?» тесе ыйтсассăн,
(21) эсĕ хăвăн ывăлна çапла кала: «Египетра фараон патĕнче эпир чурасем пулнă, анчах Çÿлхуçа [Турă] пире Египетран Хăйĕн тĕреклĕ аллипе [тата çÿлти хăвачĕпе] илсе тухнă,
(22) Çÿлхуçа [Турă] пирĕн куç умĕнче аслă паллăсемпе кĕтретсем кăтартнă, Египет çине, фараон çине, унăн пĕтĕм килĕ çине [тата çарĕ çине] пысăк асапсем янă;
(23) пире вара [Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр,] аттемĕрсене Хăй тупа туса [пире пама] пулнă çĕре памашкăн унтан илсе тухнă;
(24) эпир Хăйĕнчен хăраса тăччăр тесе, пире ĕмĕр тăршшĕпех ырă пултăр тесе тата, хальхи пекех, пирĕн пурăнăçа упраса хăварас тесе, Çÿлхуçа пире çак йĕркесене пурне те тытса пурăнма хушнă;
(25) эпир Çÿлхуçа, хамăр Туррăмăр, умĕнче çак [саккун] ÿкĕчĕсене пурне те Турă Хăй пире хушнă пек туса тăма тăрăшатпăр пулсассăн, пирĕн тÿрĕлĕх çавă пулĕ вара» те.
Пай 7
(1) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана хăвăн аллуна илме каякан çĕре кĕртсессĕн, сан умăнтан нумай йышлă халăхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, Ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлăрах та вăйлăрах çичĕ халăха — хăваласа ярсассăн,
(2) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, вĕсене санăн аллуна парсассăн, эсĕ вĕсене аркатса тăкăн, вара тупала вĕсене, вĕсемпе пĕр канашлă ан пул, вĕсене ан хĕрхен;
(3) Звĕсемпе ан хурăнташлан: хăвăн хĕрне унăн ывăлне качча ан пар, унăн хĕрне те ывăлу валли качча ан ил:
(4) вĕсем санăн ывăлусене Манран пăрса ярĕç, ывăлусем урăх турăсене пуççапма пуçлĕç, вара сире çилленсе Çÿлхуçа çилли тулса çитĕ те, Вăл сана часах пĕтерсе пăрахĕ.
(5) Вĕсене эсир акă мĕн тăвăр: вĕсенĕн чÿк вырăнĕсене çĕмĕрсе тăкăр, юписене ишсе антарăр, катисене касса тухăр, [туррисен] кĕлеткисене вутçулăмпа çунтарса ярăр.
(6) Мĕншĕн тесессĕн эсĕ Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, сăваплă халăхĕ: çĕр çинчи мĕнпур халăхран Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăйĕн халăхĕ пулма пĕр сана суйласа илнĕ.
(7) Çÿлхуçа сире эсир çĕр çинчи пур халăхран та йышлăрах пулнипе суйласа илмен,— эсир пур халăхран та сахалтарах,—
(8) Вăл сире юратнăран суйласа илнĕ, сирĕн аçăрсене тупа тунине упра сасыхласа хăварас тесе Çÿлхуçа сире Хăйĕн тĕреклĕ аллипе [тата çÿлти хăвачĕпе] чуралăх çуртĕнчен илсе тухнă, фараон — Египет патши — аллинчен хăтарнă.
(9) Çапла ĕнтĕ пĕлсе тăр: Çÿлхуçа, санăн Турру,— Турă, шанчăклă Турă, Вăл [Хăйĕн] халалне упрать, Хăйне юратакансене, Хăйĕн ÿкĕчĕсене уяса пурăнакансене пин сыпăка çитиччен ырă тăвать,
(10) Хăйне курайманнисене хăйсене пĕтерсе тавăрать; Вăл вăраха ямасть, Хăйне курайман çынна шăп хăйнех айăплать. пÇавăнпа ĕнтĕ эпĕ паян сана ÿкĕтлесе калакан ÿкĕтсене, йĕркесене, саккунсене пурăнăçласа тăр.
(12) Эсир çак саккунсене итлесе, астуса, пурăнăçласа тăрсассăн, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвăн аçусене тупа тунă пек, саншăн та Хăйĕн халалĕпе Хăйĕн ырăлăхне вырăна килтерсе тăрĕ,
(13) Вăл сана юратĕ, сана пиллĕх парĕ, сана ĕрчетĕ, Хăй аçусене тупа туса сана памашкăн пулнă çĕр çинче санран çуралнине те, санăн çĕрÿ кÿнĕ çимĕçе те, санăн çăкăрна та, санăн эрехне те, санăн йывăç çăвне те, санăн шултăра выльăхчĕрлĕхÿнтен, сурăхусен кĕтĕвĕнчен хунаса пыраканнине те пиллĕх парĕ;
(14) эсĕ пур халăхран та пиллĕхлĕрех пулăн; санăн хăвăн та, сан выльăхучĕрлĕхÿн те йăхсăррихĕсĕрри пулмĕ;
(15) Çÿлхуçа [Турру] санран мĕнпур халсăрлăха сирсе ярĕ, сана [эсĕ ху курнă,] ху пĕлекен хаяр Египет чирĕсемпе чирлеттермĕ, вĕсене сана кураймасăр тăракансем çине ярĕ;
(16) эсĕ вара Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвăн аллуна паракан мĕнпур халăха пĕтерсе тăкăн: санăн куçу вĕсене хĕрхенсе ан тăтăр; вĕсен туррисене ан пуççап, ку вăл саншăн серепе пулĕ.
(17) Хăвăн ăшăнта: «ку халăхсем манран йышлăрах; манăн вĕсене мĕнле хуса яраясха?» тесе
(18) вĕсенчен хăраса ан тăр, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, фараона, пĕтĕм Египета мĕн тунине,
(19) ху куçупа курнă хăрушла сăнакан йывăрлăхсене те, [ас лă] паллăсемпе кĕтретсене те, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна çăлса тухнă чухне кăтартнă хăватлă аллипе çÿлти вăйне те астуса ил; Çÿлхуçа, санăн Турру, хăвна хăратса тăракан халăхсене пурне те çаплах тăвĕ;
(20) санăн куçунтан пытанса юлнисем вилсе пĕтичченех Çÿлхуçа, хăвăн Турру, вĕсем çине сăвăслан ярса тăрĕ;
(21) вĕсенчен ан хăра, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, хăвăн Турру, аслă та хăрушă Турă, хăвăн хутлăхунтах.
(22) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, çав халăхсене сан умăнтан пĕчĕккĕнпĕчĕккĕн хăваласа ярĕ; [çĕр пушанса ан юлтăр тесе,] хăвна хирĕç тискер кайăксем ĕрчесе ан кайччăр тесе, тăшманусене санăн часах пĕтерсе тăкмалла мар;
(23) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, çав халăхсене санăн аллуна парĕ те вĕсене сехĕрлентерсе пăрахĕ, вĕсем çапла вилсе пĕтĕç;
(24) Вăл вĕсен патшисене те санăн аллуна парĕ, эсĕ вара çĕр çинче вĕсен ячĕсене те хăвармăн: вĕсене тĕпĕйĕрĕпе пĕтерсе пăрахиччен никам та сана хирĕç тăраймĕ.
(25) Вĕсен туррисенĕн кĕлеткисене вутçулăмпа çунтарса ярăр; вĕсем çинчи кĕмĕле е ылтăна илме ан шутла: ку вăл саншăн серепе пулса ан тăтăр, мĕншĕн тесессĕн çакă вăл Çÿлхуçашăн, санăн Туррушăн, ирсĕр япала;
(26) ирсĕр япалана хăвăн килне илсе ан кĕр, ун пек тупаланмалла ан пултăр; унран пăрăн, унран йĕрĕнсе тăр, мĕншĕн тесессĕн ку вăл — пĕтермелле тупаланă япала.
Пай 8
(1) Эпĕ паян сире ÿкĕтлесе калакан ÿкĕтсене пурне те пурăнăçласа тăма тăрăшăр, çапла сирĕн чĕрĕ тăмалла, ĕрчесе каймалла пултăр, Çÿлхуçа [Турă] хăвăр аçăрсене тупа туса памашкăн пулнă [ырă] çĕре çитсе ăна хăвăр аллăра илмелле пултăр.
(2) Сана йăвашлантарас тесе, санăн чĕрÿнте мĕн пуррине, эсĕ Унăн ÿкĕчĕсене упрассипе упрамассине тĕрĕслесесăнаса пĕлес тесе Çÿлхуçа, хăвăн Турру, акă ĕнтĕ хĕрĕх çул хушши сана пушхир тăрăх ертсе çÿрерĕ, эсĕ çак пĕтĕм çула асăнта тыт;
(3) Вăл сана йăвашлантарса тăчĕ, выçăпа тертлентерчĕ, унччен эсĕ хăв та, аçусем те пĕлмен манна çитерсе усрарĕ: çапла сана этем çăкăрпа çеç пурăнманнине, этем Çÿлхуçа Турă çăварĕнчен тухакан пур тĕрлĕ [сăмахпа та] пурăннине кăтартса пачĕ;
(4) хĕрĕх çул ĕнтĕ сан çире тумтирÿ кивелмерĕ, уру шыçăнса аптăратмарĕ.
(5) Хăвăн ăшăнта пĕлсе тăр: Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана этем хăйĕн ачине вĕрентнĕ пек вĕрентет.
(6) Çавăнпа ĕнтĕ Çÿлхуçа, хăвăн Турру, панă ÿкĕт сăмахĕсене астуса тăр, Унăн çулĕпе çÿре, Унран хăраса тăр.
(7) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана ырă çĕре — шывсем юхса выртакан, айлăмсенче кÿлĕсем сарăлса выртакан, тусенчен çăлкуçĕсем тапса тăракан çĕре — илсе каять,
(8) [унта] çав çĕршывра — тулă, урпа, иçĕм, смоква тата нар йывăççисем, çав çĕршывра — çу йывăççисем тата пыл,
(9) унта хăвăн çăкăрна ытлăнçитлĕн çийĕн, унта çитменлĕх мĕнне пĕлмĕн, унти чулра тимĕр тупăн, унти тусенчен пăхăр катаката кăларăн.
(10) Унта çисетăранса пурăннă чухне хăвна панă ырă çĕршĕн Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, апат хушшине лармассерен тав ту. пЭпĕ паян сана ÿкĕтлесе калакан Турă ÿкĕчĕсене, Унăн саккунĕсемпе Унăн йĕркисене тытса тăмасăр Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, манасран сыхлан.
(12) Çапла çителĕклĕ çисетăранса, лайăх çуртсем лартса [унта] пурăнма тытăнсассăн,
(13) шултăра тата вак выльăхчĕрлĕхÿ нумайланса çитсессĕн, кĕмĕлÿпе ылтăну нумайлансассăн, санăн мĕн пурри пурте нумайланса кайсассăн,
(14) асту вара, чĕрÿ мăнаçланса ан кайтăр, сана Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухнă Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, ан ман;
(15) Турă сана аслă та хăрушă пушхир витĕр илсе тухрĕ, унта наркăмăшлă çĕленсемпе ытти тĕрлĕ çĕленсем, скорпионсем йăшăлтататчĕç, çĕр шывсăр çунса выртатчĕ; Турă унта сана чул хысакран шыв [çăлкуçĕ] кăларса пачĕ,
(16) кайран хăвна ырă кăтартма сана йăвашлантарас, сана сăнас тесе Вăл пушхирте сана [эсĕ хăв та,] аçусем те пĕлмен манна çитерсе тăчĕ,
(17) çакна Вăл эсĕ хăвăн ăшăнта: «çак пуянлăха эпĕ хамăн вăйăмпа, хамăн тĕреклĕ аллăмпа турăм» тесе ан шухăшлатăр,
(18) Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, асра тыттăр тесе турĕ, мĕншĕн тесессĕн пурлăх туса пуянлăх тупма сана Вăл вăй парса тăрать, çапла ĕнтĕ, халь тунă пек, Хăй аçусене тупа туса панă халала вырăна килтермелле пултăр, терĕ.
(19) Эхер те эсĕ Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, мансассăн, урăх турăсем хыççăн кайса вĕсене пăхăнса тăма, вĕсене пуççапса пурăнма тытăнсассăн, [тÿпепе çĕре] асăнса калатăп сире паян: эсир пĕтсе ларатăр;
(20) Çÿлхуçанăн, хăвăр Туррăн, сăмахне итлеменшĕн эсир те Çÿлхуçа [Турă] хăвăр умăртан пĕтерсе пыракан халăхсем пекех пĕтсе çухалатăр.
Пай 9
(1) Эй Израиль, итле: халĕ эсĕ Иордан леш енне пĕлĕте перĕнесле хÿмесем хÿсе тĕреклĕлетнĕ пысăк хуласенче пурăнакан халăха, хăвăнтан йышлăрах та вăйлăрах халăха,
(2) ху пĕлекен, вĕсем çинчен: «Енак ывăлĕсене кам хирĕç тăрайтăр?» тенине илтнĕ Енак çыннисене, [аслă,] йышлă та шултăра халăха, хăвăн аллуна илме каятăн.
(3) Халĕ пĕлсе тăр: Çÿлхуçа, хăвăн Турру, санăн умăнтан çунтарса яракан вутçулăм пек пырĕ; Вăл вĕсене пĕтерсе пырĕ, вĕсене санăн умна тăкса пырĕ, эсĕ вара, хăвна Çÿлхуçа каланă пек, вĕсене хăваласа ярăн, вĕсене часах пĕтерсе пăрахăн.
(4) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, вĕсене санăн умăнтан хăваласа янă чухне хăвăн ăшăнта: «хамăн тÿрĕлĕхĕмшĕн Çÿлхуçа мана çак [ырă] çĕре аллăма илме ертсе килчĕ, çак халăхсене вĕсен çылăхĕшĕн Çÿлхуçа ман умăмран хăваласа ярать» тесе ан шухăшла;
(5) эсĕ вĕсен çĕрне хăвăн тÿрĕлĕхÿшĕн мар, хăвăн тĕрĕс чĕрÿшĕн те мар еткерлĕхе илме каятăн, Çÿлхуçа, санăн Турру, хăвăн аçусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса каланă Хăйĕн сăмахне тÿрре кăларса, çак халăхсене вĕсен çылăхĕсемшĕн [тата йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн] санăн умăнтан хăваласа ярать.
(6) Çавăнпа [халĕ] пĕлсе тăр: Çÿлхуçа, хăвăн Турру, çак ырă çĕре сана тÿрĕлĕхÿшĕн мар хăвăн аллуна парать,— эсĕ чурăс халăх.
(7) Ан ман, эсĕ Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, пушхирте мĕн чухлĕ тарăхтарнине асăнта тытса тăр: Египет çĕрĕнчен тапранса тухнă кунранпа хăвăр мĕн çак вырăна килсе çитичченех эсир Çÿлхуçана хирĕç пытăр.
(8) Çÿлхуçана эсир Хорив тăвĕ патĕнче те тарăхтартăр, Вăл сире çилленсе çитнĕччĕ ĕнтĕ, сире пĕтерсех тăкасшăнччĕ,
(9) эпĕ ун чухне ту çине чул хăмасем — Çÿлхуçамăр сирĕнпе хывнă халал сăмахĕсене çырнă хăмасене — илме улăхнăччĕ, унта хĕрĕх кун та хĕрĕх каç пурăннăччĕ, çăкăр та çименччĕ, шыв та ĕçменччĕ,
(10) Çÿлхуçа мана Хăй аллипе çырнă икĕ чул хăма пачĕ, вĕсем çине Çÿлхуçамăр сире пуху кунĕ ту çинче вутçулăм ăшĕнчен каланă пĕтĕм сăмаха [çырнăччĕ]. пÇÿлхуçамăр мана çав икĕ чул хăмана, халал хăмисене, хĕрĕх кун та хĕрĕх каç иртсессĕн пачĕ,
(12) Турă мана каларĕ: тăр та кунтан часрах кай, санăн Египетран илсе тухнă халăху пăсăлса кайрĕ; Эпĕ кăтартнă çултан вĕсем часах пăрăнчĕç; хăйсем валли суя турă кĕлетки шăратса турĕç, терĕ.
(13) Çÿлхуçа мана каларĕ: [Эпĕ сана пĕрре çеç мар каланă:] Эпĕ çак халăха куратăп, акă вăл чурăс халăх;
(14) чарса ан тăр Мана, Эпĕ вĕсене пĕтерем те çĕр çийĕнчен вĕсен ятне те çухатам, санран урăх халăх кăларам, вăл халăх кусенчен [пысăкрах,] вăйлăрах, йышлăрах пулĕ, терĕ.
(15) Эпĕ каялла çаврăнтăм та ту çинчен анма пуçларăм, ту вутçулăмпа çунса тăратчĕ; манăн икĕ аллăмра халал çырнă икĕ хăмаччĕ;
(16) куртăм эпĕ: эсир Çÿлхуçана, хăвăр Тур рăра, хирĕç çылăх тунă: хăвăр валли пăру кĕлетки шăратса хывнă, Çÿлхуçа [тытса пыма] хушнă çултан часах пăрăннă;
(17) эпĕ икĕ хăмине те илтĕм те вĕсене икĕ аллăмпа çĕре тытса çапрăм, вĕсене сирĕн куçăр умĕнче çĕмĕрсе пăрахрăм.
(18) Эпĕ ĕнтĕ [иккĕмĕш хут] Çÿлхуçа умне ÿксе сирĕн çылăхăрсемшĕн, эсир Çÿлхуçа [Туррăр] умĕнче усал туса çылăха кĕрсе пĕтнĕшĕн, Ăна тарăхтарнăшăн малтанхи пекех хĕрĕх кун та хĕрĕх каç кĕлтурăм, çăкăр çимерĕм, шыв та ĕçмерĕм;
(19) мана сире пĕтерсе пăрахасла тарăхнă Çÿлхуçанăн çиллипе хаярлăхĕ сехĕрлентерчĕ. Анчах Çÿлхуçа мана ку хутĕнче те итлерĕ.
(20) Çÿлхуçа Аарона та питĕ хытă çилленчĕ, ăна пĕтерсе пăрахасшăн пулчĕ, анчах эпĕ çавăн чухне Аароншăн та кĕлтурăм.
(21) Эпĕ вара сирĕн çылăхăра, хăвăр тунă пăру кĕлеткине, туртса илсе вутçулăмпа çунтартăм, унтан ăна ватсавакласа пĕтертĕм те, тусан пек ăвса, ту çинчен сиксе юхакан шарлака пăрахрăм.
(22) Çÿлхуçана [хăвăр Туррăра] эсир Тавера теекен вырăнта та, Масса теекен вырăнта та, КибротГаттаава теекен вырăнта та тарăхтартăр.
(23) Çÿлхуçамăр сире КадесВарнирен: «кайăр, Эпĕ сире паракан çĕре хăвăр аллăра илĕр» тесе кăларса янă чухне те эсир хăвăр Çÿлхуçа Туррăр хушнине хирĕç пултăр, Ăна ĕненмесĕр тăтăр, Вăл каланине итлемерĕр.
(24) Эпĕ сире пĕле пуçланă кунранпах эсир Çÿлхуçана пăхăнасшăн пулмарăр.
(25) Çÿлхуçа умне ÿксе эпĕ хĕрĕх кун та хĕрĕх каç тархасларăм, кĕлтурăм, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçамăр сире пĕтересшĕнччĕ;
(26) Çÿлхуçана кĕлтуса эпĕ çапла каларăм: эй Çÿлхуçа Патша, [турăсенĕн Патши,] Эсĕ Хăвăн [тĕреклĕхÿн] аслăлăхĕпе хăтарнă, тĕреклĕ аллупа [тата пысăк вăюпа] Египетран илсе тухнă Хăвăн халăхна, Хăвăн еткерлĕхне ан пĕтерсем;
(27) Хăвăн чурусене Авраама, Исаака тата Иакова асна илсем, [вĕсене Эсĕ Хăвна асăнса тупа тунă]; çак халăх хаярланса çитни çине, унăн йĕркесĕрлĕхĕ, унăн çылăхĕсем çине ан пăхсам,
(28) пире Ху илсе тухнă çĕрте [пурăнакансен]: «Çÿлхуçа вĕсене хăйсене пама пулнă çĕре илсе кĕме пултараймарĕ, вĕсене Вăл, курайманнипе, пушхирте вĕлерсе пĕтерме илсе тухнă» тесе каламалла ан пултăрччĕ.
(29) Вĕсем вара — Санăн халăху, Хăвăн еткерлĕхÿ, Эсĕ вĕсене [Египет çĕрĕнчен] Хăвăн аслă хăватупа, Хăвăн пысăк вăюпа илсе тухнă, терĕм.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Пай 10
(1) Çавăн чухне Çÿлхуçа мана каларĕ: малтанхи чул хăмасем евĕрлĕ икĕ чул хăма чутласа якат та йывăç арча ту, вара Ман патăма ту çине улăх;
(2) Эпĕ çав чул хăмасем çине эсĕ çĕмĕрнĕ малтанхи чул хăмасем çинчи сăмахсене çырăп; вара хăмасене арчана хур, терĕ.
(3) Эпĕ вара ситтим йывăçĕнчен арча турăм, малтанхисем пекех икĕ чул хăма чутласа якатрăм, унтан ту çине кайрăм; хампа пĕрле аллăма чул хăмасем илтĕм.
(4) Чул хăмасем çине Çÿлхуçамăр, малтан çырнă пекех, Хăй сире пуху кунĕ ту çинче вутçулăм ăшĕнчен каланă çав вунă ÿкĕт сăмахне çырса хучĕ, хăмисене мана пачĕ.
(5) Эпĕ каялла çаврăнтăм та ту çинчен антăм, Çÿлхуçа хушнă пек, чул хăмасем арчара пулччăр тесе, вĕсене хам тунă арчана хутăм.
(6) Вара Израиль ывăлĕсем хăйсем чарăнса тăнă вырăнтан, БеерофБенеЯаканран, тапранса Мозер теекен вырăна тухса кайрĕç; унта Аарон вилчĕ, ăна унтах пытарчĕç, ун вырăнне вара ывăлĕ, Елеазар, священник пулса тăчĕ.
(7) Унтан Гудгод патне, Гудгодран вара юхăм шывсем юхакан Иотвафа теекен вырăна кайрăмăр.
(8) Çÿлхуçамăр çавăн чухне Çÿлхуçа халалĕн арчине çĕклесе çÿреме, Çÿлхуçа умне тăма, Уншăн ĕçлесе тăма, [кĕлтума,] Унăн ячĕпе пиллеме Левий йăхне уйăрса илчĕ, çак йĕрке паянхи кунчченех çапла пы рать;
(9) çавăнпа ĕнтĕ хăйĕн тăванĕсем хушшинче Левит валли пай та, еткер çĕр те çук: унăн еткерĕ — Çÿлхуçа Хăй, Çÿлхуçа, санăн Турру, ăна хăйне çапла каланă.
(10) Вара эпĕ ту çинче, унчченхи пекех, хĕрĕх кун та хĕрĕх каç пултăм; Çÿлхуçамăр мана ку хутĕнче те итлерĕ, [вара] Вăл сана пĕтерсе пăрахас темерĕ;
(1) ]Çÿлхуçа мана каларĕ: тăр та çула тух, [çак] халăх умĕнчен пыр; вĕсем кайччăр та Эпĕ вĕсен ашшĕсене тупа туса пама пулнă çĕре хăйсен аллине илччĕр, терĕ.
(12) Израиль, эппин, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, санран мĕн ыйтать-ха? Çакна çеç: санăн Çÿлхуçаран, хăвăн Туррунтан, хăрамалла, Унăн çулĕпе çÿремелле, Ăна юратмалла, Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, пĕтĕм чĕрÿпе, пĕтĕм чунупа пăхăнса тăмалла,
(13) хăвна ырă пултăр тесессĕн, Çÿлхуçанăн [хăвăн Туррун] ÿкĕчĕсемпе йĕркисене — эпĕ паян сана каласа хăварассине — тытса пурăнмалла.
(14) Тÿпе те, тÿпе пĕлĕчĕсем те, çĕр те, çĕр çинче мĕн пурри те — пурте Çÿлхуçа, санăн Турру, аллинче;
(15) анчах та Çÿлхуçа санăн аçусене çеç хапăлларĕ, вĕсене юратрĕ, пур халăхсенчен сире — аçăрсен ăрăвĕсене — суйласа илчĕ, халĕ ĕнтĕ çакна хăвах курса тăратăн.
(16) Çавăнпа ĕнтĕ чĕрĕрсен ÿтне касăр та ÿлĕмрен чурăс ан пулăр,
(17) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, — турăсенĕн Турри, патшасенĕн Патши, аслă, хăватлă та хăрушă Турă, Вăл çын кам иккенне пăхмасть, сĕрев йышăнмасть,
(18) Вăл тăлăх ачапа тăлăх арăма хÿтĕлет, ютран килнĕ çынна юратать, ăна çăкăрпа тумтир парать.
(19) Эсир те ютран килнĕ çынна юратăр: хăвăр та Египет çĕрĕнче ютран пынă çынсем пулнă.
(20) Çÿлхуçаран, хăвăн Туррунтан, хăраса, [пĕр] Уншăн çеç ĕçлесе тăр, Унăн çумне çыпăç, Унăн ячĕпе тупа ту.
(21) Вăл — санăн мухтаву, Вăл — санăн Турру. Вăл санпа пĕрле хăвăн куçу курнă хăватлă та хăрушă ĕçсем тунă;
(22) санăн аçусем Египета çитмĕл [пилĕк] чун пынă, халĕ вара хăвăн Çÿлхуçа Турру сана тÿпери çăлтăрсем пек йышлăлантарса ячĕ.
Пай 11
(1) Çапла ĕнтĕ Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, юрат, Вăл мĕн тума хушнине ту: Вăл хунă йĕркесене, Унăн саккунĕсемпе Унăн ÿкĕчĕсене ĕмĕрÿ тăршшĕпех тытса тăр.
(2) Асăра илĕр-ха! Эпĕ сирĕн ывăлăрсене каламастăп: вĕсем хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăр янă хасана пĕлменкурман, Унăн аслăлăхне [тата] Унăн тĕреклĕ аллипе Унăн хăватлă вăйне,
(3) Унăн Египетра кăтартнă паллисемпе ĕçĕсене, фараона, Египет патшине, тата унăн пĕтĕм çĕрне мĕн тунине,
(4) Египет çарне, унăн утлă çарĕсемпе унăн урапаллă çарĕсене мĕн кăтартнине, вĕсене, сирĕн хыçăртан хăваласа пыраканскерсене, Хĕрлĕ тинĕс шывне путарнине — Çÿлхуçа [Турă] çапла вĕсене нихăçан йăл илмелле мар пĕтерсе пăрахнине курман;
(5) хăвăр çак вырăна килсе çитиччен Вăл пушхирте сирĕншĕн мĕнмĕн тунине,6
(7) эсир вара Çÿлхуçамăр тунă пĕтĕм аслă ĕçе хăвăр куçăрпа курнă.
(8) Çавăнпа ĕнтĕ эпĕ сире паян каласа хăваракан [Унăн] пĕтĕм ÿкĕтне тытса тăрăр: сирĕн [чĕрĕ тăмалла пултăр,] тĕреклĕленсе, [Иордан леш енне] каçса унти çĕре еткерлĕхе илмелле пултăр;
(9) Çÿлхуçамăр сирĕн аçăрсене тупа туса хăйсене тата вĕсен йăхне пама пулнă çĕр çинче, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕр çинче, сирĕн нумай вăхăт пурăнмалла пултăр.
(10) Эсĕ хăвăн аллуна илме каякан çĕр ху тухса килнĕ Египет çĕрĕ пек мар: унта эсĕ, вăрлăхна аксассăн, [çĕре] хăвăн урусен вăйĕпе çу йывăççин пахчине шăварнă пек шăварнă; пэсир хăвăр аллăра илме каякан çĕр вара сăртлăтуллă, айлăмлă çĕр, вăл тÿперен çумăр шывĕпе шăварăнса тăрать,12
(13) Манăн ÿкĕтĕмсене, паян сире вĕрентсе калас ÿкĕтĕмсене, итлесе пурăнсассăн, Çÿлхуçана, хăвăр Туррăра, юратсассăн, Ăна пĕтĕм чĕрĕрпе, пĕтĕм чунăрпа пăхăнса тăрсассăн,
(14) сирĕн çĕрĕре малтанхи çумăрне те, кайранхи çумăрне те вăхăтлă парса тăрăп; эсĕ хăвăн тырпулна та пуçтарса кĕртĕн, эрехне те, йывăç çăвне те туса илĕн;
(15) хирÿнте выльăхучĕрлĕхÿ валли курăк та парăп, çапла вара тăраниччен çисе пурăнăн.
(16) Сыхланăр, сирĕн чĕрĕр илĕртмĕш хыççăн кайса ан улталантăр, сирĕн, Турă кăтартнă çултан пăрăнса, урăх турăсене пăхăнса тăмалла, вĕсене пуççапса пурăнмалла ан пултăр;
(17) унсăрăн сире çилленнипе Çÿлхуçанăн çилли тулса çитĕ, Вăл пĕлĕте хупса лартĕ те, çумăр пулмĕ, çĕр хăйĕн çимĕçĕсене памĕ, çапла эсир Çÿлхуçа хăвăра паракан ырă çĕр çинчен часах пĕтсе çухалатăр.
(18) Çавăнпа ĕнтĕ çак Манăн сăмахăмсене хăвăр чĕрĕр варрине, хăвăр чунăр варрине хывăр, вĕсене эсир астутаракан паллă пек курăнса тăмашкăн хăвăр аллăр çумне çыхăр, вĕсем сирĕн çамкăра çыхмалли хăю пулччăр;
(19) вĕсене хăвăр ывăлăрсене вĕрентĕр, вĕсем çинчен килÿнте ларнă чухне те, çулпа пынă чухне те, çывăрма выртсассăн та, ир тăрсассăн та калакала кăтарт;
(20) вĕсене хăвăн çуртун алăк сулли çине, хапху çине çырса хур;
(21) тÿпе çĕр тĕлĕнче мĕн ĕмĕр тăрĕ, сирĕн кун-çулăр та, сирĕн ачăрсен кун-çулĕ те Çÿлхуçа хăвăр аçăрсене тупа туса пама пулнă çĕр çинче çавăн чухлĕ вăрăма пыччăр.
(22) Эсир ĕнтĕ эпĕ сире ÿкĕтлесе калакан çак ÿкĕтсене пурне те тытса пурăнсассăн, Çÿлхуçана, хăвăр Туррăра, юратсассăн, кирек ăçта та Унăн çулĕпе çÿресессĕн, Унăн çумне çыпçăнсассăн,
(23) Çÿлхуçа çак пур халăха та сирĕн умăртан хăваласа ярĕ, эсир вара хăвăртан йышлăрах та вăйлăрах халăхсене пăхăнтаратăр;
(24) урăр çитсе пуснă кирек хăш вырăн та сирĕн пулĕ; пушхиртен, патĕнчен пуçласа, юханшывран — Евфрат юханшывĕнчен — пуçласа анăç тинĕсĕ хĕррине çитичченех сирĕн çĕр пулĕ;
(25) никам та сире хирĕç чăтса тăраймĕ: эсир кирек хăш çĕре çитсе ура ярса пуссассăн та, Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр,— Хăй хăвăра каланă пек,— çав çĕре сирĕн умăрта сехĕрлентерсе, чĕтретсе ÿкерĕ.
(26) Акă паян эпĕ сире пиллĕхпе ылхан сĕнетĕп:
(27) Çÿлхуçанăн, хăвăр Туррăн, ÿкĕчĕсене — паян сире вĕрентсе калас ÿкĕтсене — итлесе пурăнсассăн, сире пиллĕх пулĕ,
(28) Çÿлхуçанăн, хăвăр Туррăн, ÿкĕчĕсене итлемесессĕн, эпĕ сире паян пĕлтерекен çултан пăрăнса хăвăр пĕлмен урăх турăсем хыççăн кайсассăн, сире ылхан çитĕ.
(29) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана хăвăн аллуна илме каякан çĕре илсе кĕрсессĕн, пиллĕх сăмахне Гаризим тăвĕ çинче кала, ылхан сăмахне Гевал тăвĕ çинче кала:
(30) авă вĕсем Иордан леш енче, хĕвеланăç еннелле каякан çул çинче, Ханаансен çĕрĕнче лараççĕ, Ханаансем вара тÿремлĕхре, Галгалпа тĕлметĕл, Море юманлăхĕ çывăхĕнче пурăнаççĕ.
(31) Ĕнтĕ эсир Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, сире [ĕмĕрлĕхе еткерлĕхе] паракан çĕре хăвăр аллăра илме Иордан шывĕ урлă каçатăр, ăна хăвăр аллăра илетĕр те çавăнта пурăнатăр.
(32) Çапла вара эпĕ сире паян каласа паракан [Унăн] пур йĕркине, пур саккунне тытса тăма тăрăшăр.
Пай 12
(1) Çÿлхуçа, аçусенĕн Турри, хăвна еткерлĕхе паракан çĕр çинче пурăннă чухне сирĕн мĕн кун-çулăр тăршшĕпех пурăнăçласа тăма тăрăшмалли йĕр кесемпе саккунсем çаксем ĕнтĕ.
(2) Эсир хăвăр алла илекен халăхсем хăйсенĕн туррисене чÿклесе тăнă вырăнсене — çÿллĕ тусемпе сăртсем çинчи, туратлă йывăçсем айĕнчи чÿк вырăнĕсене — пурне те пĕтерĕр;
(3) вĕсен парне кÿмелли вырăнĕсене çĕмĕрсе тухăр, юписене йăвантарăр, катисене вутçулăмпа çунтарса ярăр, вĕсен туррисен кĕлеткисене аркатăр, çав вырăнта вĕсен ячĕсем юлмиччен пĕтерĕр.
(4) Çÿлхуçашăн, хăвăр Туррăршăн, сирĕн вĕсем тунă пек тумалла мар;
(5) Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, Хăйĕн ятне пуççапмалли вырăна сирĕн йăхăрсен çĕрĕнче ăçта суйласа илĕ, çав вырăна çÿрĕр, çавăн енне çаврăнăр,
(6) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнĕрсене, ытти парнĕрсене те, хăвăр тупăшăртан тухакан вуннăмĕш пая та, хăвăр аллăр çĕклесе кÿрекен парнесене те, асăнса хунă парнĕрсене те, кăмăлтан кÿрекен парнĕрсене те, [канăçлăх парнисене те,] шултăра выльăхăрпа вак выльăхăрсен малтанхи пăрăвĕпутекĕсене те çавăнта илсе пырăр;
(7) вара çавăнта Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, умĕнче çийĕр, хăвăр аллăрпа мĕн тума пултарнишĕн, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна мĕн пиллесе панишĕн — пуриншĕн те хăвăр кил-йышăрпа пĕрле хĕпĕртесе савăнăр.
(8) Унта сирĕн эпир халĕ кунта мĕн тунă пек,— кашнийĕ мĕн тĕрĕс тесе шухăшлать, çавна тунă пек, — тумалла мар;
(9) халĕ эсир канăçлăх вырăнне — Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна паракан еткер çĕрĕре — çитсе кĕмен-ха.
(10) Анчах эсир Иордан урлă каçса Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, хăвăра паракан еткер çĕр çине кĕрсе вырăнаçсассăн, Вăл сире йĕритавра хупăрласа тăракан мĕнпур тăшманăртан хăтарса канăçлăх парсассăн, çапла шанчăклă хÿтлĕхре пурăнма тытăнсассăн, пçавăн чухне ĕнтĕ Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, Хăйĕн ятне пуççапма мĕнле вырăн суйласа илĕ, эсир çавăнта эпĕ [паян] сире мĕнмĕн каланине пĕтĕмпех илсе пырса тăрăр: пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнĕрсене, ытти парнĕрсене, хăвăр тупăшăртан тухакан вуннăмĕш пая, хăвăр аллăр çĕклентерсе кÿмеллине, Çÿлхуçана [хăвăр Туррăра] мĕн кÿме сăмах панă, çавăн валли суйласа илнине — пурне те çавăнта илсе пырăр;
(12) савăнăр вара Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, умĕнче: хăвăр та, ывăлăрсемпе хĕрĕрсем те, арçын чурăрсемпе хĕрарăм чурăрсем те, хăвăр хушшăрта пурăнакан Левит та пултăр унта, мĕншĕн тесессĕн унăн пайĕ те, еткер çĕрĕ те çук — пурте хĕпĕртесе савăнăр.
(13) Хăвăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнÿне куç тĕлне пулан кирек хăш вырăнта та кÿресрен сыхлан;
(14) Çÿлхуçа [Турру] санăн пĕр йăхун çĕрĕнче суйласа илнĕ вырăнта çеç пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿр, сана [паян] мĕн ÿкĕтлесе каланине пĕтĕмпе çавăнта туса тăр.
(15) Ытах кăмăлу туртсассăн, кирек хăçан та, кирек хăш килÿнте те Çÿлхуçа, хăвăн Турру, пиллĕхĕпе выльăх тытса пусма, ун ашне çиме пултаратăн: ашне, хир качакипе пăлан ашне çинĕ пекех, таса марри те, таси те çиме пултарать;
(16) анчах юнне ан çийĕр, ăна, шыв тăкнă пек, çĕр çине тăкăр.
(17) Хăв туса илнĕ тырпулăн, эрехĕн, йывăç çăвĕн вуннăмĕш пайне, шултăра выльăхун малтанхи пăрăвĕпе вак выльăхун малтанхи путекне, сăмах панипе кÿрекен парнÿсене, ху кăмăлупа кÿрекен парнÿсене, хăвăн аллупа çĕклентерсе кÿмелли парнÿсене санăн хăвăн килÿнте çиме юрамасть;
(18) çакна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, суйласа илекен вырăнта, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче [çеç] çи — ху та, ывăлупа хĕрÿ те, арçын чурупа хĕрарăм чуру та, хăвăр хушшăрта пурăнакан Левит та [ютран килнĕ çын та] — пурте çийĕр, хăвăн аллупа мĕн тума пултарнишĕн пуриншĕн те Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче хĕпĕртесе савăнăр.
(19) Асту, хăвăн çĕрÿ çинче [пурăннă чухне] Левита ĕмĕрне те хăвăнтан татса ан хăвар.
(20) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăй сана каланă пек, санăн çĕрÿн чиккисене сарса ярсассăн, эсĕ аш çиессÿ килнĕрен: «аш çиемха эпĕ» тейĕн, çавăн чухне вара кăмăлу туличчен аш çи.
(21) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăйĕн ячĕ валли суйласа илекен вырăн санран инçетре пулсассăн, хăвна Çÿлхуçа [Турру] панă шултăра е вак выльăхунтан, эпĕ сана хушнă пек, хăвăн килĕнтех выльăх пусса кăмăлу туличченех аш çи;
(22) ăна хир качакипе пăлан ашне çинĕ пек çи: [сан патăнта] ăна таса марри те, таси те çиме пултарать;
(23) анчах çирĕп астуса тăр: юн çиесси ан пултăр, мĕншĕн тесессĕн юн вăл — чун: ашĕпе пĕрле чунне ан çи;
(24) ăна ан çи: ăна, шыв тăкнă пек, çĕр çине тăк;
(25) сана хăвна та, сан хыççăн хăвăн ачусене те [ĕмĕрех] ырă пултăр тесе, çапла Çÿлхуçа [Турру] умĕнче [ырă ĕç,] тĕрĕс ĕç туса тăратăн пулсассăн, ан çи ăна.
(26) Анчах та хăв кÿрес таса парнÿсене тата асăнса хунă парнÿсене пурне те Çÿлхуçа [Турру Хăйĕн ятне асăнса тăма] суйласа илнĕ вырăна илсе пыр, çав вырăна çÿре;
(27) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнÿне, ашĕпе юнне, Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, парне вырăнĕ çинче çунтар; анчах ытти парнÿсенĕн юнне санăн Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, парне вырăнĕ умне тăкмалла, ашне вара çи.
(28) Сана хăвна та, сан хыççăн хăвăн ачусене те ĕмĕрех лайăх пултăр тесе, çапла Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче ырă та юрăхлă ĕç туса тăратăн пулсассăн, Эпĕ ÿкĕтлесе каланине пурне те итле, ăна туса тăр.
(29) Эсĕ пăхăнтарма каякан халăхсене Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сан умăнтан пĕтерсе тăксассăн, çапла эсĕ вĕсен çĕрне илсе çавăнта вырăнаçса тĕпленсессĕн,
(30) сыхлан вара, çав халăхсене хăвăн умăнтан пĕтерсе тăксассăн, санăн вĕсем хыççăн кайса серепене лекмелле ан пултăр, «çак халăхсем хăйсен туррисене мĕнле пăхăнса тăнă, эпĕ те çапла тăвам» тесе вĕсен туррисене шырамалла ан пултăр;
(31) Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, апла ан ту, вĕсем хăйсен туррисемшĕн Çÿлхуçа мĕнрен йĕрĕннине, Вăл мĕне курайманнине туса тăраççĕ: туррисемшĕн вĕсем хăйсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене те вутçулăм çинче çунтараççĕ.
(32) Эпĕ хăвăра мĕн ÿкĕтлесе каланине пурне те туса тăма тăрăшăр; ун çумне нимĕн те ан хуш, унран нимĕн те ан кат.
Пай 13
(1) Эхер те санăн хушшунта пророк е тĕлĕк ăсти тупăнсассăн, вăл сана тĕлĕнмелле паллă е кĕтрет кăтартсассăн,
(2) сана кăтартнă çав паллă е кĕтрет чăна килсессĕн, çитменнине тата вăл: «эсĕ пĕлмен урăх турăсем хыççăн каяр, вĕсене пăхăнса пурăнар» тесессĕн, Зçав пророкăн е тĕлĕк ăстин сăмахне ан итле: Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, эсир Ăна пĕтĕм чĕрĕртен, пĕтĕм чунăртан юратнине пĕлмешкĕн сире çавăн урлă сăнать;
(4) Çÿлхуçа, хăвăрăн Туррăр, çулĕпе çÿрĕр, Унран хăраса тăрăр, Унăн ÿкĕчĕсене тытса пырăр, Унăн сăмахне итлесе пурăнăр, Ăна ĕçлесе тăрăр, Унăн çумне çыпçăнăр;
(5) леш пророкне е тĕлĕк ăстине вара хăвăра Египет çĕрĕнчен илсе тухнă, хăвна чуралăх çуртĕнчен хăтарнă Çÿлхуçана, хăвăрăн Туррăра, пăрахма хистенĕшĕн, сана Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хушнă çултан пăрса ярас тенĕшĕн вĕлерме тытса памалла; усала хăвăр хушшăртан çапла пĕтер.
(6) Эхер те тăвану, [аçу ывăлĕ е] аннÿ ывăлĕ, е хăвăн ывăлу, е хĕрÿ, е пĕрле выртса тăран арăму, е чун пек çывăх тусу: «каяр та эсĕ ху та, сан аçусем те пĕлмен урăх турăсене пуççапса пурăнар» тесе вăрттăн калаçса çавăрма пăхсассăн,
(7) сан йĕритавра, çывăхра е аякра, çĕрĕн пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çитичченех пурăнакан халăхсен туррисене пăхăнса тăма хистесессĕн,
(8) унпа ан килĕш, ăна ан итле; куçу ун çине хĕрхенсе ан пăхтăр, ăна ан шелле, ăна ан хÿтĕле,
(9) вĕлер ăна; ăна вĕлермеш кĕн пуринчен малтан ун çинче санăн аллу пулмалла, унтан пĕтĕм халăх алли пултăр;
(10) ăна чулпа персе вĕлер, мĕншĕн тесессĕн вăл сана Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухнă Çÿлхуçаран, хăвăн Туррунтан, уйăрма тăчĕ; г1
(12) Эхер те эсĕ хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, пурăнмашкăн паракан пĕрпĕр хулу пирки:
(13) унта санăн таврашунтан йĕркесĕр çынсем пынă та хулара пурăнакансене: «каяр та хăвăр пĕлмен урăх турăсене пăхăнса тăма пуçлар» тесе астарни çинчен илтсессĕн,
(14) шыраса туп вĕсене, тĕпче, лайăх ыйтса пĕл; ку чăнах та тĕрĕс пулсассăн, çак йĕрĕнчĕк ĕç санăн йышунта пулса иртнĕ пулсассăн,
(15) çав хула çыннисене хĕçпе пĕтерсе тух, хулара мĕн пуррине пĕтĕмпех, тĕппипех пĕтермелле тупала, выльăхчĕрлĕхне те хĕçпе пĕтерсе тух;
(16) туртса илнĕ мĕнпур пурлăха унти уçă вырăна пуçтар та, Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне кÿрсе, хулине те, туртса илнĕ пурлăхне те вутçулăмпа çунтарса яр, хула çапла ĕмĕрлĕхе ишĕлсе вырттăр, нихăçан та ăна çĕнĕрен лартмалла ан пултăр; 17-18
Пай 14
(1) Эсир — хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăр ачисем; вилнĕ çыншăн хăвăр ÿтĕре каскаласа ан пĕтерĕр, куç харшине ан хырăр:
(2) эсĕ — хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăваплă халăхĕ, сана çĕр çинчи пур ха лăхсенчен Çÿлхуçа Хăйĕн халăхĕ пулма суйласа нлнĕ.
(3) Ирсĕррине нимĕн те ан çи.
(4) Сире çиме юрăхлă выльăх çакă: вăкăр, сурăх, качака,
(5) пăланпа хир качаки, хир ĕнипе айпăлан, хир вăкăрĕ, орикс, камелопард.
(6) Йĕкĕр чĕрнеллĕ пур тĕрлĕ выльăха та — чĕрни хушши тарăн пулсассăн тата çинĕ апатне кавлет пулсассăн — çийĕр;
(7) анчах çинĕ апатне кавлекен, чĕрни хушши тарăн йĕкĕр чĕрнеллĕ выльăхсенчен акă çакна ан çийĕр: тĕвене, мулкача, çĕр мулкачне, мĕншĕн тесессĕн вĕсем кавлеççĕ пулсассăн та, чĕрнисем вĕсенĕн икке уйăрăлман: вĕсем сирĕншĕн таса мар;
(8) сыснана та ан çийĕр, мĕншĕн тесессĕн вăл йĕкĕр чĕрнеллĕ пулсассăн та, çинĕ апатне кавлемест: вăл сирĕншĕн таса мар; вĕсен ашне ан çийĕр, вĕсен виллисем çумне ан сĕртĕнĕр.
(9) Шыври чĕрчунсенчен çуначĕпе хуппи пуррисене пурне те çийĕр;
(10) çуначĕпе хуппи çуккисене вара пĕрне те ан çийĕр: вăл сирĕншĕн таса мар. пПур таса вĕçен кайăка та çийĕр;
(12) анчах вĕсенчен сирĕн çакна çиме юрамасть: ăмăрткайăка, виле кайăкне, тинĕс ăмăрткайăкне,
(13) хăлата, кăйкăра, караппăла тата вĕсен ăрăвĕнчи кайăксене,
(14) пур тĕрлĕ çăханпа унăн ăрăвне,
(15) страуса, тăманана, чарлака, хурчăкапа унăн ăрăвне,
(16) ÿхĕпе ибиса, акăша,
(17) пеликана, ту хурчăкине, пулăç кайăка,
(18) чарлана, зуйпа унăн ăрăвне тата хыркукпа çара çерçие.
(19) Çĕр çумĕн çÿрекен çунатлă чĕрчунсем пурте сирĕншĕн таса мар, [вĕсене] ан çийĕр.
(20) Пур таса вĕçен кайăка та çийĕр.
(21) Нимĕнле виле ашне те ан çийĕр; санăн килÿнте ют çĕртен килнĕ çын пулчĕ пулсассăн, çавна пар, вăл çитĕр, е ăна сутса яр, мĕншĕн тесессĕн эсĕ — хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăваплă халăхĕ. Качака путеккине амăшĕн сĕчĕпе ан пĕçер.
(22) Акнă вăрлăху ÿстерсе панипе [хăвăн] хирÿнтен çулсерен кĕрекен мĕнпур çимĕçрен вуннăмĕш пайне уйăрса ил,
(23) ăна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче Вăл Хăйĕн ячĕ валли суйласа илекен вырăнта çи; тыррун, эрехÿпе йывăç çăвĕн вуннăмĕш пайне, шултăра выльăхусен малтанхи пăрăвне, вак выльăхусен малтанхи путекне çавăнта [илсе пыр], çапла вара санăн Çÿлхуçаран, хăвăн Туррунтан, ĕмĕрех хăраса тăма вĕренсе çитмелле пултăр.
(24) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăйĕн ятне асăнмашкăн суйласа илнĕ вырăн санран аякра пулсассăн, çулĕ вăрăм пулнăран эсĕ çак парнесене илсе кайма пултараймăн, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана пиллĕх панă пулсассăн,
(25) эсĕ çавна кĕмĕлпе улăштар, кĕмĕле аллуна тыт та Çÿлхуçа, хăвăн Турру, суйласа илнĕ вырăна çит;
(26) çав кĕмĕлпе вара ху мĕн килĕштернине, — вăкăр, сурăх, эрех, çиккер — чуну мĕн ыйтнине пĕтĕмпех туян та унта Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче çи, хăвăн килÿйышупа пĕрле савăн.
(27) Хăв çывăхăнта пурăнакан Левита та айккинче ан хăвар, мĕншĕн тесессĕн унăн сирĕн хушшăрта пай та, еткер çĕр те çук.
(28) Виçĕ çул иртсессĕн, çав çулхинех, ху мĕн ĕçлесе тунин пĕтĕм вуннăмĕш пайне уйăр та [çавна] хăвăн килÿçуртунта хăвар;
(29) вара хăв çывăхăнта пурăнакансем: Левит,— унăн санпа пĕрле пай та, еткер çĕр те çук,— тата ютран килнĕ çын, тăлăх ача, тăлăх арăм пыччăр та çиччĕр, тăранччăр, çапла Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана хăв аллупа тăвакан пур ĕçре те пиллесе пытăр.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Пай 15
(1) Кашни çиччĕмĕш çул вĕçĕнче парăмлисене каçар.
(2) Акă мĕнле каçармалла: кирек кам та, çывăх çыннине кивçен панă пулсассăн, парăма каçартăр, çывăх çынран е тăванĕнчен шыраса ан илтĕр, мĕншĕн тесессĕн каçарассине Çÿлхуçашăн [санăн Туррушăн] тума хушнă;
(3) ют çĕршыв çыннинчен шыраса ил, тăванна мĕн панине пурне те каçар.
(4-5) Ĕнтĕ санăн кĕлмĕçсем пулмĕçинччĕç, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, сăмахĕсене итлесе тăрсассăн, эпĕ па ян хăвна ÿкĕтлесе калакан çак ÿкĕтсене пурне те туса тăма тăрăшсассăн, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана еткерлĕхе илтĕр тесе паракан çĕр çинче пиллĕх парĕ;
(6) çапла Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана, Хăй каланă пек, пиллĕ, вара эсĕ нумай халăха кивçен парса тăрăн, ху никамран та кивçен илмĕн; эсĕ нумай халăха пуç пулса тытса тăрăн, вĕсем хăйсем сана пуç пулса тытса тăраймĕç.
(7) Сана Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан çĕрÿ çинче хăвăн пĕрпĕр килÿçуртунта тăванусенчен кам та пулин кĕлмĕçе юлса пурăнсассăн, эсĕ чĕрÿне ан хытар, кĕлмĕç тăвану умĕнче хыт кукар ан пул,
(8) уçă кăмăллă пулса, ăна мĕн çитменнине кирлĕ таран кивçен пар;
(9) сыхлан, чĕрÿне: «акă ĕнтĕ çиччĕмĕш çул, каçармалли çул, çывăхарса килет» текен çылăхлă шухăш ан кĕтĕр, çавна май кĕлмĕç тăвану çине хĕрхенмесĕр пăхасси ан пултăр санăн, памасăр тăрасси ан пултăр; унсăрăн вăл, сана ÿпкелесе, Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăнĕ те, эсĕ [пысăк] çылăха кĕрĕн;
(10) пар ăна, [мĕн чухлĕ ыйтнине, мĕн чухлĕ кирлине кивçен пар ăна,] анчах панă чухне чĕрÿ пăшăрханнă ан пултăр: ăна панăшăн сана Çÿлхуçа, хăвăн Турру, пур ĕçÿнте те, ху аллупа мĕн тăвас тенине те пĕтĕмпех пиллĕх парса тăрĕ; “кĕлмĕçсем [санăн] çĕрÿ çинче пурăнакансем хушшинче яланах пулĕç, çавăнпа хушатăп та сана: хăвăн çĕрÿ çинче тăвану умĕнче, чухăн умĕнче, кĕлмĕç умĕнче уçă кăмăллă пул.
(12) Хăвăн тăвану — еврей е еврей арăмĕ — сана хăйне сутсассăн, унăн ултă çул санăн чуру пулмалла, çиччĕмĕш çулхине вара ăна ху патăнтан ирĕке кăлар;
(13) ăна ху патăнтан ирĕке янă чухне пушă алăпа кăларса ан яр,
(14) мĕн кирлине ăна хăвăн выльăх кĕтĕвĕнчен, анкартинчен, юхтаркăчран парса яр: хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, мĕн пилленине пар;
(15) ан ман, эсĕ ху [та] Египет çĕрĕнче чура пул са пурăннă, сана Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăтарнă, эпĕ паян çакна çавăнпа ÿкĕтлесе калатăп та сана.
(16) Эхер те вăл сана хăйне сан патăнта лайăх пулнăран: «каймастăп эпĕ сан патăнтан: эпĕ сана та, сан çуртна та юрататăп» тесессĕн,
(17) эсĕ аллуна атпăри ил те унăн хăлхине алăк çумне чиксе шăтар; вара вăл ĕмĕрех санăн чуру пулса юлĕ. Хăрхăмна та çаплах ту.
(18) Ăна ху патăнтан ирĕке яма тивнĕшĕн чунна йывăра ан ил: ĕнтĕ вăл сана ултă çул хушшинче тара кĕрĕшнĕ çынна тÿленинчен икĕ хут ытларах ĕçлесе панă; вара Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана пĕтĕм тăвас ĕçÿнте пиллесе тăрĕ.
(19) Шултăра выльăхунтан тата вак выльăхунтан малтан вар уçса тухнă ар выльăха Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, халалла; малтан пăруланă вăкăрпа ан ĕçле, малтан пăранланă вак выльăх çăмне ан кас;
(20) çакна эсĕ çулсеренех хăвăн кил-йышупа пĕрле Çÿлхуçа [Турру] умĕнче, Хăй суйласа илекен вырăнта, çи;
(21) эхер те вăл айăплă, уксах е суккăр пулсассăн, [е] тата унăн урăх мĕнле те пулин кăлтăк пулсассăн, ăна Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, парне ан кÿр,
(22) ăна хăвăн килÿнте çи; ун ашне, хир качакипе пăлан ашне çинĕ пекех, таса марри те, таси те [çиме пултарать];
(23) анчах унăн юнне ан çи: ăна, шыв тăкнă пек, çĕр çине тăк.
Пай 16
(1) Авив уйăхне уяса тăр, Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, Пасха ту, мĕншĕн тесессĕн авив уйăхĕнче Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана çĕр варринче Египетран илсе тухнă.
(2) Çÿлхуçамăр Хăйĕн ятне пуççапма Хăй суйласа илнĕ вырăнта Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, вак выльăхпа шултăра выльăхран Пасха пус.
(3) Унпа пĕрле эсĕ йÿçĕтсе пĕçернине ан çи; унпа пĕрле çичĕ кун тутлăлла çăкăр, инкек çăкăрĕ, çи, Египет çĕрĕнчен санăн питĕ васкаса тухма тивнĕ, çапла санăн хăв Египет çĕрĕнчен тухнă куна мĕн ĕмĕрÿ тăршшĕпех асăнта тытса тăмалла пултăр;
(4) çичĕ кун хушши санăн пĕтĕм çĕрÿ çинче йÿçĕтсе пĕçерни нимĕн те пулмалла мар, пĕрремĕш кун каçхине кÿнĕ парне ашĕнчен те ирччен нимĕн те юлмалла мар.
(5) Эсĕ хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, парас нихăш килçуртра та Пасха пусма пултараймастăн;
(6) ăна Çÿлхуçа, санăн Турру, Хăйĕн ячĕ валли Хăй суйласа илнĕ вырăнта çеç каçпала, хĕвел аннă чухне, шăпах хăв Египетран тапранса тухнă вăхăтра, пус;
(7) ăна вара Çÿлхуçа, хăвăн Турру, суйласа илнĕ вырăнта пĕçерсе çи, тепĕр кунне ĕнтĕ каялла таврăнма, хăвăн чатăрусене кĕме пултаратăн.
(8) Ултă кун тутлăлла çăкăр çи, çиччĕмĕш кунĕ Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, уявĕпе сывпуллашма пултăр; вăл кун ан ĕçле.
(9) Çичĕ эрне шутласа ил; çичĕ эрнине шутлама вырмара çурла хывнă кунран пуçла;
(10) çавăн хыççăн Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, çичĕ эрне уявĕ ту, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, мĕн пилленине кура мĕн чухлĕ памаллине кăмăлу хушнă таран, вăю çитнĕ таран пар; псавăн вара Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче, Вăл Хăйĕн ятне асăнма суйласа илнĕ вырăнта ху та, хăвăн ывăлупа хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, хăвăр хушшăрта пурăнакан Левит та, ютран килнĕ çын та, тăлăх ача та, тăлăх арăм та — пурте савăнăр;12
(13) Йĕтем çинчи ĕçÿпе юхтаркăчри ĕçÿ пуçтарăнса кĕрсессĕн, эсĕ çичĕ кун хушши хÿшĕ уявĕ ту;
(14) вара уявăнта савăн, ху та, хăвăн ывăлупа хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, хăвăр хушшăрта пурăнакан Левит та, ютран килнĕ çын та, тăлăх ача та, тăлăх арăм та — пурте савăнăр;
(15) [Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăйĕн ятне асăнма] суйласа илес вырăнта Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, çичĕ кун уяв ту; Çÿлхуçа, хăвăн Турру, эсĕ мĕн тунине пурне те, санăн аллу тăвакан пур ĕçе те пиллĕ, эсĕ вара савăнса анчах пурăнăн.
(16) Çулталăкра виçĕ хутчен арçынсен пурин те Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăй суйласа илекен вырăнта Çÿлхуçа умне тăмалла: тутлăлла çăкăр уявĕнче, çичĕ эрне уявĕнче тата хÿшĕ уявĕнче; никамăн та Çÿлхуçа умне пушă алăпа пымалла мар,
(17) кашнийĕн аллинче Çÿлхуçа, хăвăн Турру, мĕн пилленине кура парне пултăр.
(18) Хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, пурăнма парас вырăнта пур çĕрте те йăх тăрăх тÿресем, халăха пăхса тăракансем уйăрса ларт: вĕсем халăха тÿррипе сут туса тăччăр;
(19) саккуна ан пăс, çын кам иккенне ан пăх, сĕрев ан ил, мĕншĕн тесессĕн сĕрев ăслисене суккăрлатать, тĕрĕс ĕçех тÿнтерле кăтартать;
(20) чĕрĕ тăрас тесессĕн, Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна паракан çĕре еткерлĕхе илес тесессĕн, тĕрĕслĕхе, тĕрĕслĕхе шыра.
(21) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, валли парне вырăнĕ тунă чухне ун çумне нимĕнле йывăç кати те ан ларт,
(22) юпа та ан ларт, ăна хăвăн Çÿлхуçа Турру кураймасть.
Пай 17
(1) Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, эсĕ айăпĕ е урăх мĕнле те пулин кăлтăк пур вăкăр е сурăх ан кÿр: Çÿлхуçашăн, санăн Туррушăн, вăл йĕрĕнчĕк ĕç пулĕ.
(2) Сирĕн хушшăрта хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан килÿçуртунта хăшĕнче те пулин Çÿлхуçа халалне пăсса Унăн умĕнче усал ĕç тунă арçын е хĕрарăм тупăнсассăн, Звăл, эпĕ хушманнине пăхмасăр, урăх турăсем хыççăн кайса вĕсене е хĕвеле, е уйăха, е çÿлти пĕтĕм çара пуççапма, вĕсене пăхăнса тăма тытăнсассăн,
(4) кун çинчен сана хыпар çитерсессĕн, эсĕ çавна илтсессĕн лайăх тĕпчесе шыраса туп ăна; çакă чăнахах та тĕрĕс пулсассăн, çав ирсĕрлĕхе Израиль хушшинче тунă пулсассăн,
(5) çав усал ĕçе тунă арçынна е хĕрарăма хăвăн хапху патне илсе тух та чулпа персе вĕлер.
(6) Вĕлермелле айăпланă çын икĕ е виçĕ кÿнтелен сăмахĕ тăрăх вилĕме тивĕçлĕ: пĕр кÿнтелен çеç каласа кăтартнипе вĕлерме тытса памалла мар;
(7) ăна вĕлермешкĕн ун çинче пуринчен малтан кÿнтеленсен алли пулмалла, унтан пĕтĕм халăх алли пултăр; усала хăвăр хушшăртан çапла пĕтерсе пыр.
(8) Эхер те хăшхăш ĕç тĕлĕшĕнчен сана юнпа юн хушшинчи, сутпа сут хушшинчи, хĕнÿçапупа хĕнÿçапу хушшинчи тавлашусене татса пама йывăр пулсассăн тата санăн хапху анинче çынсем пĕр шухăша килмесессĕн, эсĕ тăр та Çÿлхуçа, хăвăн Турру, [Хăйĕн ятне асăнма] суйласа илнĕ вырăна кай,
(9) унта Левит священниксем патне тата çав вăхăтри тÿре патне пыр, вĕсенчен ыйт, вĕсем сана ĕçе мĕнле татса памаллине калĕç;
(10) вара Çÿлхуçа [Турру Хăйĕн ятне асăнма] суйласа илнĕ вырăнта вĕсем сана мĕнле калĕç, эсĕ çапла ту, хăвна мĕн вĕрентсе янине пурне те тума тăрăш; ивĕсем вĕрентнĕ саккун тăрăх, вĕсем палăртнă йĕрке тăрăх ту, вĕсем мĕн каланинчен сылтăмалла та, сулахаялла та ан пăрăн.
(12) Кам та кам çавăнта Çÿлхуçа, санăн Турру, умĕнче ĕçлесе тăракан священника е [çав вăхăтри] тÿрене итлемесĕр чăрсăрланать, çавă вилĕме тивĕçлĕ,— усала Израиль хушшинчен çапла пĕтерсе пыр;
(13) çакна пĕтĕм халăх илтĕ те хăраса кайĕ, ÿлĕмрен чăрсăрланаймĕ.
(14) Эсĕ, хăвăн Çÿлхуçа Турру паракан çĕре çитсе ăна хăвăн аллуна илсессĕн, унта пурăнма вырăнаçсассăн, çапла калăн: «хам таврари ытти халăхсем пек, хама тытса тăма патша лартамха» тейĕн,
(15) вара хăвна тытса тăмашкăн Çÿлхуçа, хăвăн Турру, суйласа илнĕ çынна патшана ларт; хăвна тытса тăрас патшана тăванусем хушшинчен суйласа ларт; хăвна тытса тăмашкăн ют халăх çыннине [патшана] лартма юрамасть: вăл санăн тăвану мар.
(16) Анчах вăл хăй валли лаша ĕрчеттерсе ан ятăр, хăй валли лаша ĕрчетмешкĕн халăха Египет çĕрне каялла ан тавăртăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа сире: «çак çулпа урăх ан таврăнăр» тенĕ;
(17) тата вăл, нумай арăм илсе, чĕрине ан ирсĕрлеттĕр, кĕмĕлĕпе ылтăнне те виçесĕр ан нумайлаттăр.
(18) Хăй патшалăхĕн аслă пуканĕ çине ларсассăн, вăл Левит священниксен аллинчи кĕнекерен хăй валли çак саккун пуххине йĕркипе çырса илме тивĕçлĕ,
(19) çырса илни яланах унра пултăр, ăна вăл мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех вулатăр, çапла Çÿлхуçаран, хăйĕн Турринчен, хăраса тăма вĕрентĕр, çак саккунăн пур сăмахне те, çак йĕркесене пурне те пурăнăçласа тăма тăрăштăр;
(20) чĕри мăнаçланса кайнипе тăванĕсем умĕнче хăйне пысăка хума ан тытăнтăр, саккунран сылтăмалла та, сулахаялла та ан пăрăнтăр: Израиль хушшинче унăн тата унăн ывăлĕсен нумай çул патшара лармалла пултăр.
Пай 18
(1) Левит священниксемшĕн, Левийĕн пĕтĕм йăхĕшĕн, Израильпе пĕрле пай та, еткер çĕр те пулмĕ: вĕсен Çÿлхуçана кÿрекен парнесемпе, Унăн пайĕпе тăранса пурăнмалла;
(2) хăйĕн тăванĕсем хушшинче унăн еткерлĕх пулмĕ: Турă ăна хăйне каланă пек, унăн еткерлĕхĕ — Çÿлхуçа Хăй.
(3) Халăх парне кÿме илсе пынă вăкăрсенчен е сурăхсенчен священниксене акă мĕнмĕн памалла: хулне, янахне, хырăмлăхне священника памалла;
(4) тата ăна малтан ĕлкĕрнĕ тыррунтан, эрехÿнтен, йывăç çăвĕнчен, малтан каснă сурăх çăмĕнчен пай пар,
(5) мĕншĕн тесессĕн хăвăн Çÿлхуçа Турру Левий ывăлне [Çÿлхуçа, хăвăн Турру, умĕнче] тăмашкăн санăн мĕнпур йăхунтан суйласа илнĕ: вăл хăй те, унăн ывăлĕсем те ĕмĕр тăршшĕпех Çÿлхуçашăн ĕçлесе [тата пиллĕх парса] тăмалла.
(6) Левит хăйĕн чунчĕри туртнипе Израиль [ывăлĕсен] çĕрĕнчи пĕрпĕр вырăнтан, хăй пурăнакан пĕрпĕр килтен Çÿлхуçа суйласа илекен вырăна пырсассăн,
(7) унта Çÿлхуçа умĕнче тăракан хăйĕн пĕтĕм тăван левичĕ пекех хăйĕн Çÿлхуçа Турришĕн ĕçлесе тăма тытăнсассăн,
(8) вĕсем пурте пĕр тан пайпа усă курса пурăнччăр, çав Левит хăй ашшĕн пурлăхне сутса килнĕ пулсассăн, вăл ăна хăйнех пултăр.
(9) Эсĕ хăвна Çÿлхуçа Турру паракан çĕре пырса кĕрсессĕн унти халăхсем туса тăнă ирсĕрлĕхсене тума ан вĕрен:
(10) санăн хушшунта хăй ывăлне е хĕрне вутçулăм витĕр кăларакан, пĕлĕмçĕ, юмăç, тухатмăш, асамçă, пилĕртмĕш, сывлăшсене чĕнсе кăларакан, ăрăмçă, вилнĕ çынсенчен ыйтса пĕлекен пулмалла мар:
(12) çавна тăвакан кирек хăш çын та Çÿлхуçа умĕнче ирсĕр, çав ирсĕрлĕхсемшĕн ĕнтĕ санăн Çÿлхуçа Турру вĕсене сан умăнтан хăваласа кăларать;
(13) хăвăн Çÿлхуçа Турру умĕнче айăпсăр пул;
(14) эсĕ хăваласа яракан çав халăхсем юмăçсемпе пĕлĕмçĕсене итлеççĕ, сана вара хăвăн Çÿлхуçа Турру ун пек тума паман.
(15) Хăвăн Çÿлхуçа Турру сана хăвăр хушшăртан, хăвăн тăванусем хушшинчен, ман пек пророк кăларса парĕ, Ăна итлĕр;
(16) мĕншĕн тесессĕн эсĕ Хорив патĕнче пуху кунĕ хăвăн Çÿлхуçа Туррунтан çапла каласа ыйтрăн: ÿлĕмрен мана хамăн Çÿлхуçа Туррăмăн сасси ан илтĕнтĕрччĕ, çак хăватлă вутçулăм та мана урăх ан курăнтăрччĕ — манăн вилес марччĕ, терĕн.
(17) Çÿлхуçа вара мана каларĕ: вĕсем [сана] мĕн калани аван;
(18) Эпĕ вĕсене хăйсен тăванĕсем хушшинчен сан пек Пророк кăларса парăп, Унăн чĕлхиçăварне Хамăн сăмахăмсене хывăп, Вăл вĕсене Эпĕ мĕн хушнине пĕтĕмпех каласа тăрĕ;
(19) кам та кам [çав Пророк] Ман ятăмран калакан сăмахăмсене итлемесĕр тăрĕ, Эпĕ унран шыраса илĕп;
(20) анчах та Эпĕ калама хуш маннине Ман ятăмран каламашкăн чăрсăрланса урăх турăсен ячĕпе калаçакан пророка вĕлерме тытса парăр.
(21) Эсĕ хăвăн ăшунта: «Çÿлхуçа каламан сăмаха мĕнле пĕлĕпĕрха эпир?» тесе шухăшласассăн,
(22) пĕлсе тăр: пророкĕ Çÿлхуçа ячĕпе тесе каланă пулсассăн, анчах çавă чăн пулса вырăна килмесессĕн, çав сăмаха Çÿлхуçа каламан ĕнтĕ, ăна пророкĕ хăй чăрсăрланса каланă,— унран ан хăра, терĕ.
Пай 19
(1) Çÿлхуçа Турру хăвна паракан çĕрĕн халăхĕсене пĕтерсессĕн, эсĕ ху вĕсем хыççăн еткерлĕхе кĕрсе вĕсен хулисемпе çурчĕсене пурăнма вырăнаçсассăн,
(2) Çÿлхуçа Турру хăвăн аллуна еткерлĕхе паракан çĕрÿ çинче виçĕ хула суйласа ил;
(3) çул хыв, хăвăн Çÿлхуçа Турру хăвна паракан пĕтĕм еткер çĕре виçĕ пая уйăр; вĕсем çын вĕлерекеншĕн кирек камшăн та тарса хăтăлмалли вырăн пулĕç.
(4) Çын вĕлерекенĕ акă мĕнлескерĕ унта тарса чĕрĕ юлма пултарать: кам хăйĕн çывăх çыннине, ăна вĕлерме шухăш тытман халлĕнех, уншăн ĕнер те, виçĕмкун та тăшман пулман вăхăтрах, ăнсăртран вĕлерсе пăрахать — çавă;
(5) кам та пулин хăйĕн çывăх çыннипе вăрмана вутă касма кайсассăн, пуртă тытнă аллине йывăç касма сулса янă чухне пуртти авринчен вĕçерĕнсе çывăх çынна лексе ăна вĕлерсе пăрахрĕ пулсассăн, çавă вара, чĕрĕ юлас тесе, хайхи виçĕ хуларан пĕрне тарса ÿктĕр:
(6) юншăн тавăраканĕ, чĕри тарăхсахĕрсе кайнипе, ун хыççăн хăваласа ан каяйтăр, ăна инçе çул çинче хăваласа çитсе ан вĕлерейтĕр, унсăр пуçне тата вăл айăпа тивĕçлĕ те мар, мĕншĕн тесессĕн вăл вĕлернĕ çыннишĕн ĕнер те, виçĕмкун та тăшман пулман;
(7) çавăнпа каларăм та ĕнтĕ эпĕ сана: виçĕ хула уйăрса ил, терĕм.
(8) Çÿлхуçа Турру, хăвăн аçусене тупа тунă пек, çĕрÿн чиккисене сарса аçусене пама пулнă пĕтĕм çĕре сана парсассăн,
(9) эсĕ паян эпĕ хăвна мĕн ÿкĕтлесе калани не, çак пĕтĕм ÿкĕте, пурăнăçласа тăма, хăвăн Çÿлхуçа Турруна юратса пурăнма, ĕмĕр тăршшĕпех Унăн çулĕпе çÿреме тăрăшсассăн, çав виçĕ хула çумне тата виçĕ хула хуш,
(10) çапла Çÿлхуçа Турру хăвна еткерлĕхе паракан çĕрÿ çинче айăпсăр çыннăн юнĕ ан тăкăнтăр, сан çинче юн [айăпĕ] ан пултăр. пАнчах та [сан патăнта] кам та кам хăйĕн çывăх çыннишĕн тăшман пулса ăна вăрттăн сыхласа çÿрет пулсассăн, ăна вĕлерес тесех вĕлерет пулсассăн, унтан çав хуласенчен пĕрне тарса ÿкет пулсассăн,
(12) вăл пурăннă хулари аслă çынсен ăна каялла илсе килмешкĕн çын ямалла, ăна юншăн тавăраканĕн аллине вĕлерме тытса памалла;
(13) ăна куçу хĕрхенсе ан тăтăр; Израиль çинчен айăпсăр çыннăн юнне çуса яр, вара сана ырă пулĕ.
(14) Çывăх çыннун хир чиккине ан пăс, хăвăн Çÿлхуçа Турру еткерлĕхе паракан çĕрÿнте сана тивĕçес пайпа унăн пайне мăн аслаçусемех чикĕленĕ.
(15) Кама та пулсан мĕнле те пулин айăпĕшĕн, мĕнле те пулин усал ĕçĕшĕн, мĕнле те пулин çылăхĕшĕн айăплама пĕр кÿнтелен кăтартса пани çителĕксĕр: [кирек мĕнле] ĕçе те икĕ кÿнтелен сăмахĕ е виçĕ кÿнтелен сăмахĕ татса парать.
(16) Эхер те суя кÿнтелен кама та пулин усал ĕç тунă тесе тапăнать пулсассăн,
(17) çав тавăçакан икĕ çын вара Çÿлхуçа умне, çав вăхăтри священниксемпе тÿресем умне тăтăр;
(18) тÿрисен лайăх тĕпчесе пĕлмелле, эхер те кÿнтеленĕ суя кÿнтелен пулсассăн, хăй тăванĕ çинчен суя сăмах çитернĕ пулсассăн,
(19) вăл хăйĕн тăванне мĕн тума шухăшланă, ăна хăйне çавăн пек тăвăр; усал ĕçе хăвăр хушшăртан çапла пĕтерсе пыр;
(20) ыттисем илтĕç те хăраса кайĕç, ÿлĕмрен сирĕн хушшăрта çапла усал ĕç тумĕç;
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Пай 20
(1) Эсĕ хăвăн тăшманна хирĕç вăрçăпа тухсассăн, унăн учĕсемпе çар ураписем [тата] халăхĕ те санăннинчен нумайраххине курсассăн, ан хăра вĕсенчен, мĕншĕн тесессĕн санпа пĕрле хăвăн Çÿлхуçа Турру, Вăл сана Египет çĕрĕнчен илсе тухнă.
(2) Çапăçу тытăнаспа священник пырса халăхпа калаçтăр,
(3) вăл халăха çапла калатăр: эй Израиль, итле! эсир паян хăвăр тăшманăрсене хирĕç вăрçа кĕретĕр, чĕрĕрсем шуйханса ан ÿкчĕр сирĕн, ан хăрăр, ан шикленĕр, сехĕрленсе ан тăрăр вĕсенчен:
(4) сирĕн хута кĕрсе çапăçма [тата] сире çăлса хăварма сирĕнпе пĕрле Çÿлхуçа Туррăр пырать, тетĕр.
(5) Халăха пăхса тăракансем вара çапла каласа пĕлтерччĕр: кам та кам çĕнĕ çурт лартса ăна хăтлама ĕлкĕреймен, çавă кайтăр, килне таврăнтăр: унăн çапăçура вилмелле ан пултăр, çуртне урăххин хăтламалла ан пултăр;
(6) кам та кам иçĕм пахчи лартса ÿстерсе унпа усă курма ĕлкĕреймен, çавă та кайтăр, килне таврăнтăр: унăн çапăçура вилмелле ан пултăр, иçĕм пахчипе урăххин усă курмалла ан пултăр;
(7) кам та кам çураçса хунă хĕрне качча илме ĕлкĕреймен, çавă та кайтăр, килне таврăнтăр: унăн çапăçура вилмелле ан пултăр, çураçнă хĕрне урăххин качча илмелле ан пултăр, теччĕр.
(8) Халăха пăхса тăракансем тата çапла каласа пĕлтерĕç: кам хăравçă та хавшак, çавă кайтăр, килне таврăнтăр: вăл хăйĕн чĕрине кура тăванĕсене те шиклĕ чĕреллĕ туса ан ятăр, тейĕç.
(9) Халăха пăхса тăракансем çакна пĕтĕмпе каласа пĕтерсессĕн, çар пуçлăхĕсене халăха ертсе кайма тăратмалла.
(10) Çĕнтерсе илме шутланă хула патне çитсессĕн, малтан ăна килĕшÿ тума сĕн; пэхер те вăл санпа килĕшÿ тума хапăлласа сана хапха уçса кĕртсессĕн, унти мĕнпур халăх сана хырçă тÿлесе тăма, пăхăнса тăма тытăнĕ;
(12) вăл килĕшÿ тума шухăшламасассăн, санпа вăрçă вăрçасах тесессĕн, эсĕ ăна хупăрласа ил,
(13) Çÿлхуçа Турру ăна хăвăн аллуна парсассăн, унти мĕнпур ар халăха вичкĕн хĕçпе касса тух;
(14) арăмĕсемпе ачисене, выльăхчĕрлĕхне, хулара мĕн пуррине пурне те, унăн пĕтĕм пурлăхне вара ху валли ил, Çÿлхуçа Турру хăвăн аллуна панă тăшманусен пурлăхĕпе усă курса пурăн;
(15) çак халăхсен хулисенĕн шутне кĕмен, хăвăнтан чылай инçетри хуласене пурне те çапла ту эсĕ.
(16) Çÿлхуçа Турру хăвăн аллуна паракан çак халăхсен хулисенче вара пĕр чуна та чĕрĕ ан хăвар,
(17) хăвна Çÿлхуçа Турру хушнă пек, вĕсене — хетсене, аморрейсене, Ханаансене, ферезейсене, евейсене, иевусейсене [тата гергесейсене] — тĕппипе пĕтермелле тупала:
(18) вĕсем сире хăйсен туррисемшĕн туса тăнă ирсĕрлĕхсене тума ан вĕрентчĕр, сирĕн хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăр умĕнче çылăха кĕмелле ан пултăр.
(19) [Мĕнле те пулин] хулана туртса илес тесе ăна нумай хушă хупăрласа тăратăн пулсассăн, унăн çимĕç кÿрекен йывăçĕсене ан çĕмĕр, çав таврари çĕрсене те пушă тăратса ан хăвар: хирти йывăç этем мар, вăл санран хÿмепе çирĕплетнĕ вырăна тарса пытанаймĕ;
(20) эсĕ хăш йывăçсем апата юрăхлă çимĕç паманнине пĕлетĕн, çавсене вара хуçмакасма пултаратăн, вĕсенчен хăвăнпа вăрçă вăрçакан хулана мĕн парăнтаричченех хирĕç тăмашкăн тĕреклĕ хÿтĕсем тума пултаратăн.
Пай 21
(1) Çÿлхуçа Турру санăн аллуна паракан çĕр çинче пĕрпĕр хирте выртакан виле тупăнсассăн, ăна кам вĕлерни паллă мар пулсассăн,
(2) санăн аслă çыннусемпе тÿрÿсем тухчăр та виле выртакан тĕлпе таврари хуласен хушшисене виçсе тухчăр; Звара вилерен чи çывăхра ларакан хулан аслă çыннисем ĕçе кÿлмен, сÿсмен [те] тăхăнтартса курман пăру илччĕр те
(4) ăна сухаламанакман айлăма çавăтса кайччăр, пăрăва çавăнта, айлăмра, пусчăр;
(5) унтан священниксем, Левий ывăлĕсем, пыччăр, [мĕншĕн тесессĕн санăн Çÿлхуçа Турру вĕсене Хăйне ĕçлесе тăма, Çÿлхуçа ячĕпе пиллеме суйласа илнĕ, пур тавлă ыйтăва та, сиен кÿнĕ пур ĕçе те вĕсен сăмахĕпе татса памалла,]
(6) виле çывăхĕнчи хулан пур аслă çынни те айлăмра пуснă пăру [пуçĕ] тĕлĕнче аллине çутăр,
(7) вара çапла каласа пĕлтерччĕр: çак юна пирĕн аллăмăр тăкман, куçăмăр та курман;
(8) эй Çÿлхуçамăр, [Египет çĕрĕнчен] çăлса кăларнă Хăвăн халăхна, Израиле, тасатсам, Хăвăн халăхна, Израиле, айăпсăр юншăн айăпа ан хăварсам, теччĕр. Çапла вĕсем юнран тасалĕç.
(9) Çÿлхуçа [Турру] умĕнче [ыррине,] тĕрĕссине туса тăрас тетĕн пулсассăн, айăпсăрăн юнне санăн ху патăнта çапла çуса ямалла.
(10) Хăвăн тăшманусене хирĕç вăрçа тухсассăн, Çÿлхуçа Турру вĕсене санăн аллуна ÿкерсессĕн, эсĕ вĕсене тыткăна илсессĕн, птыткăна лекнисем хушшинче сăнĕпе хитре хĕрарăма курса юратса пăрахсассăн, ăна качча илессÿ килсессĕн,
(12) эсĕ ăна хăвăн килне илсе пыр, вăл вара çÿçне илтĕр, чĕрнине кастăр,
(13) хăй çийĕнчен тыткăна лекнисен тумтирне хывса пăрахтăр, çапла вара ашшĕпе амăшĕшĕн йĕрейĕре сан килÿнте пĕр уйăх пурăнтăр; çавăн хыççăн эсĕ ун патне кĕрсе унăн упăшки пулма пултаратăн, вăл санăн арăму пулĕ;
(14) эхер те кайран вăл сана килĕшми пулсассăн, эсĕ ăна хăй ăçта каяс тенĕ, çавăнта кăларса яр, анчах кĕмĕлле ан сут, чура пулма та ан пар, мĕншĕн тесессĕн ăна эсĕ арăм тунă.
(15) Камăн та камăн икĕ арăм — пĕри юратнă, тепĕри юратман арăм пулсассăн, юратнă арăмĕ те, юратманни те ăна ывăл çуратса парсассăн, малтан çуралнийĕ юратман арăмĕн ывăлĕ пулсассăн,
(16) ывăлĕсене хăй пурлăхне уйăрса панă чухне çав çын юратнă арăмĕн ывăлне юратманнин малтан çуралнă ывăлĕнчен мала хума пултараймасть;
(17) малтан çурални тесе унăн юратман арăмĕн ывăлне йышăнмалла, ăна хăйĕн икĕ пайне памалла, мĕншĕн тесессĕн вăл ашшĕ вăйĕн пуçламăшĕ, малтанхи ывăл тивĕçлĕхĕ ун çине килет.
(18) Камăн та пулин ывăлĕ кăра та чарусăр пулсассăн, вăл ашшĕ каланине те, амăшĕ каланине те итлемест пулсассăн, хăйне ашшĕпе амăшĕ хаса парсассăн та вĕсене пăхăнмасть пулсассăн,
(19) ăна ашшĕпе амăшĕ хăйсен хулин аслă çыннисем патне, хăйсем пурăнакан вырăнăн хапхи патне илсе пыччăр,
(20) унта хуланăн аслă çыннисене калаччăр: «пирĕн çак ывăл кăра, пăхăнмасть, пирĕн сăмаха итлемест, укçа салатать, ĕçкĕçĕ» теччĕр,
(21) вара хула çыннисем пурте ăна чулпа перепере вĕлерччĕр; усала хăвăр хушшăртан çапла пĕтерсе пыр, вара Израиль çыннисем пурте çакăн çинчен илтĕç те хăрама пуçлĕç.
(22) Кам та пулин вилĕме тивĕçлĕ усал ĕç тусассăн, ăна вĕлерсессĕн, эсĕ ăна йывăçран çаксассăн,
(23) унăн ÿчĕ йывăç çинче çĕр каçмалла мар, ăна çав кунах пытар, мĕншĕн тесессĕн [йывăç çинче] çакăнса тăракан [кирек кам та] Турă умĕнче ылханлă, Çÿлхуçа Турру хăвна еткерлĕхе паракан çĕре ан ирсĕрлет.
Пай 22
(1) Хăвăн тăванун çĕтсе кайнă вăкăрне е сурăхне курсассăн, вĕсене пăрахса ан хăвар, вĕсене тăванна çитерсе пар;
(2) тăвану хăв патăнтан çывăхра мар пулсассăн е эсĕ ăна пĕлместĕн пулсассăн, çав выльăха хăвăн килне хăваласа кай, сан патăнта вăл тăвану шырама тухичченех пурăнтăр, вара ăна хуçине тавăрса пар;
(3) унăн ашакне те çаплах усра, унăн тумтирне те çаплах пуçтарса хур, тăвану çухатса ху тупнă кирек мĕнле япалана та çаплах упра; урăхла тума юрамасть санăн.
(4) Тăванун çул çинче ÿкнĕ ашакне е вăкăрне курсассăн, вĕсене пăрахса ан кай, вĕсене тăванупа пĕрле çĕклесе тăрат.
(5) Хĕрарăм çийĕнче арçын тумтирĕ ан пултăр, арçыннăн та хĕрарăм кĕпине тăхăнма юрамасть, çакна тăвакан кирек кам та санăн Çÿлхуçа Турру умĕнче ирсĕр.
(6) Çул çинче эсĕ мĕнле те пулин йывăç çинче е çĕр çинче кайăк йăви тĕлне пулсассăн, йăвинче чĕпĕсем е çăмартасем пулсассăн, амăшĕ чĕпписем çинче е çăмарта çинче ларать пулсассăн, пуслăхĕпе пĕрле амăшне ан ил:
(7) амăшне ирĕке яр та чĕпписене ил — сана ырă пултăр, кун-çулу вăрăм килтĕр.
(8) Çĕнĕ çурт лартатăн пулсассăн, ун тăрри тавра карлăк тытса çавăр: ун тăрринчен кам та пулин ÿксе сан çурту çинче юн пулмалла ан пултăр.
(9) Хăвăн иçĕм пахчине икĕ тĕрлĕ вăрлăх ан ак: ун пек тусассăн, кайран [хăвăн] иçĕм пахчине акса хăварнă вăрлăх çимĕçне пĕтермелле пулĕ санăн.
(10) Вăкăрпа ашака пĕрле кÿлсе ака ан ту.
(11) Тĕрлĕ япаларан, çăм çиппипе йĕтĕн çиппи хутăштарса тĕртнĕ пиртен тунă тумтир ан тăхăн.
(12) Ху витĕнекен çивиттин тăватă кĕтессине çÿçе яр.
(13) Кам та кам авланса арăмĕ патне кĕрет те ăна курайми пулать пулсассăн,
(14) ăна пăсăлнă хĕр тесе, унăн ятне ярса: «эпĕ çак хĕре качча илсе ун патне кĕтĕм те унăн хĕрлĕхне тупмарăм» теет пулсассăн,
(15) кĕçĕн çыннăн ашшĕпе амăшĕ хĕрĕн хĕрлĕх паллисене хуланăн аслă çыннисем умне хапха патне илсе тухчăр;
(16) кĕçĕн çыннăн ашшĕ аслă çынсене калатăр: хамăн хĕрĕме эпĕ çак çынна качча панăччĕ те, [халĕ] вăл ăна курайми пулнă,
(17) ĕнтĕ вăл [ун çинчен]: «эпĕ санăн хĕрÿн хĕрлĕхне тупмарăм» тесе ят ярса çÿрет; ман хĕрĕмĕн хĕрлĕх паллисем акă, тетĕр. Вара хĕр тумтирне хуланăн аслă çыннисем умне сарса хурĕç.
(18) Çакăн хыççăн çав хуланăн аслă çыннисем упăшкана айăплаччăр та
(19) ăна çĕр сикль кĕмĕл тÿлеттермелле туччăр, Израиль хĕрĕ çинчен лайăх мар сăмах кăларнăшăн ун ук çине хуньăшне паччăр; хĕрĕ унăн арăмех пулса юлтăр, упăшки унран хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех уйăрăлаймĕ.
(20) Эхер те вăл мĕн калани чăн пулсассăн, кĕçĕн çыннăн хĕрлĕхĕ тупăнманах пулсассăн,
(21) ăна хăйĕн ашшĕ килĕн алăкĕ патне илсе пыччăр, хула çыннисем ăна чулпа персе вĕлерччĕр, мĕншĕн тесессĕн вăл ашшĕ килĕнче асса Израиль хушшинче намăс ĕç тунă; усал ĕçе хăвăр хушшăртан çапла пĕтерсе пыр.
(22) Кам та пулин упăшкаллă арăмпа выртнине курсассăн, вĕсене иккĕшне те — ют арăмпа выртнă арçыннине те, хĕрарăмне те — вĕлерме тытса памалла; усал ĕçе Израиль çумĕнчен çапла пĕтерсе пыр.
(23) Çураçнă çамрăк хĕре хулара кам та пулин тĕл пулса унпа пĕрле выртсассăн,
(24) вĕсене иккĕшне те çав хуланăн хапхи патне илсе тухса чулпа персе вĕлерĕр: хĕрне — хула хушшинче кăшкăрманшăн, арçыннине — çывăх çыннин арăмне пăснăшăн; усал ĕçе хăвăр хушшăртан çапла пĕтерсе пыр.
(25) Çураçнă хĕре кам та пулин хирте тĕл пулса ярса тытсассăн, унпа пĕрле выртсассăн, арçыннине çеç вĕлерме тытса памалла,
(26) хĕрне вара нимĕн те ан ту; вăл вилмелле усал ĕç туман: ăна çапла хур кăтартни кам та пулин хăйĕн çывăх çыннине тапăнса вĕлернипе пĕрех,
(27) мĕншĕн тесессĕн арçынни ăна хирте тĕл пулнă, çураçнă хĕр кăшкăрнă пулин те, ăна çăлмашкăн никам та пулман.
(28) Кам та кам çураçман хĕре тĕл пулса ярса тытсассăн, унпа пĕрле выртсассăн, вĕсене асăрхаса тытсассăн,
(29) хĕрпе выртнă çыннăн хĕрĕн ашшĕне аллă [сикль] кĕмĕл памалла, хĕрĕ вара унăн арăмĕ пултăр, мĕншĕн тесессĕн лешĕ ăна пăсăка кăларнă; хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех вăл арăмĕнчен уйăрăлаймĕ.
(30) Никамăн та хăйĕн ашшĕн арăмне илмелле мар — ашшĕ тумтирĕн аркине уçма юрамасть.
Пай 23
(1) Арçыннăн çăмарти аманнă пулсассăн е унăн ар хатĕрне касса илнĕ пулсассăн, çавă Çÿлхуçа халăхĕн йышне кĕме пултараймасть.
(2) Аскăн арăм ывăлĕ Çÿлхуçа халăхĕн йышне кĕме пултараймасть, унăн вуннăмĕш сыпăкĕ те Çÿлхуçа халăхĕн йышне кĕме пултараймасть.
(3) Аммон çыннипе Моав çынни Çÿлхуçа халăхĕн йышне кĕме пултараймаççĕ, вĕсен вуннăмĕш сыпăкĕ те Çÿлхуçа халăхĕн йышне кĕме пултараймасть,
(4) мĕншĕн тесессĕн вĕсем эсир Египетран килнĕ чухне сире çул çинче çăкăрпа, шывпа кĕтсе илмен, мĕншĕн тесессĕн вĕсем сана хирĕç пулса ылханмашкăн Месопотамири Пефор хулинчи Валаама, Веор ывăлне, тара тытнă;
(5) анчах Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Валаама итлес темен, унăн ылханне Çÿлхуçа Турру саншăн пиллĕхе çавăрнă, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турру сана юратать.
(6) Вĕсене хăвăн ĕмĕрÿ тăршшĕпех ĕмĕрне те тăнăçлă ырă пурăнăç ан сун.
(7) Идумея çыннине ан тирке: вăл санăн тăвану; Египет çыннине те ан тирке: эсĕ унăн çĕрĕнче ютран пынă çын пулса пурăннă;
(8) вĕсенĕн виççĕмĕш сыпăкра çуралас ывăлĕсем Çÿлхуçа халăхĕн йышне кĕме пултараççĕ.
(9) Хăвăн тăшманусене хирĕç çарпа тухсассăн, мĕнпур начарринчен сыхланса тăр.
(10) Çĕрле юхса тухнине пула кам та пулин тасамарланчĕ пулсассăн, унăн тапăртан тухмалла та каялла кĕмелле мар, пкаç пулсассăн унăн [хăйĕн ÿттирне] шывпа çуса тасатмалла, вара, хĕвел анса ларсассăн, вăл тапăра кĕме пултарать.
(12) Санăн тула тухмалли вырăну тапăр тулашĕнче пулмалла;
(13) кăралсăр пуçне сан çумăнта тата пĕчĕк кĕреçе пултăр; тапăр тулашĕнче ларас умĕн унпала [лакăм] алт та кайран [унпала] хăвăн каяшна витсе хур:
(14) Çÿлхуçа Турру сана çăлас тесе, тăшманусене [санăн аллуна] тытса парас тесе тапăру хушшинче çÿрет, çа вăнпа тапăру санăн таса пулмалла, Вăл сан патăнта ирсĕр япала курса санран ан сивĕнтĕр.
(15) Сан патна хăйĕн хуçинчен тарса пынă чурана хуçине ан пар;
(16) вăл сан патăнта пурăнтăр, сирĕн хушшăрта санăн килÿçуртунтан хăшне килĕштерсе суйласа илет, вăл çав вырăнта [пурăнтăр]; ăна ан хĕсĕрле.
(17) Израиль хĕрĕсенчен аскăн арăм тухмалла мар, Израиль ывăлĕсенчен аскăн ар тухмалла мар.
(18) Нимĕнле йĕркепе те хăвăн Çÿлхуçа Туррун çуртне аскăн арăм тÿлевне е йытă {аскăн арçын} хакне ан хыв, мĕншĕн тесессĕн ку та, лешĕ те санăн Çÿлхуçа Турру умĕнче йĕрĕнчĕк.
(19) Хăвăн тăванна усламла кĕмĕл те, çăкăр та, услам илме май пуррине нимĕн те ан пар;
(20) ют çĕр çыннине усламла пар, хăвăн тăванна усламла ан пар, çапла Çÿлхуçа Турру сана хăвăн аллуна илме каякан çĕр çинче ху тăвакан пур ĕçре те пиллесе тăтăр.
(21) Хăвăн Çÿлхуçа Турруна сăмах паратăн пулсассăн, ăна пĕр тăхтамасăр пурăнăçла, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турру ăна санран пурпĕрех шыраса илĕ, унсăрăн сан çинче çылăх пулĕ;
(22) эхер те эсĕ сăмах паман пулсассăн, сан çинче çылăх пулмĕ.
(23) Чĕлхÿçăварунтан мĕн тухнине, Çÿлхуçа Турруна хăвăн чĕлхÿçăварупа каласа ирĕккĕн парне кÿме сăмах панине çирĕп тытса тăр, ăна пурăнăçла.
(24) Çывăх çыннун иçĕм пахчине кĕрсессĕн, çырлине кăмăлу туличченех, тăраничченех çиме пултаратăн, анчах савăтна ан тултар.
(25) Çывăх çыннун тырă пуссине пырсассăн, пучахĕсене алă вĕççĕн тат, анчах тырри хушшине çурла ан чик.
Пай 24
(1) Кам та кам хĕр илсе унăн упăшки пулать, кайран арăмĕ çумĕнче мĕн те пулин йĕрĕнмелли тупнипе унран. сивĕнет пулсассăн, упăшкийĕ уйăрнине кăтартакан çыру çыртăр, çырăва арăмне алăран парса ăна килĕнчен кăларса ятăр,
(2) арăмĕ вара унăн килĕнчен тухса кайĕ те урăх çынна качча тухĕ,
(3) анчах çак юлашки упăшки те ăна, курайми пулса, уйăрнине кăтартакан çыру çырса килĕнчен кăларса ярсассăн е ăна качча илнĕ çав юлашки упăшки вилсе кайсассăн,
(4) унăн пĕрремĕш упăшки, ăна кăларса янăскер, çапла чыссăрланнă арăмне тепĕр хут арăм тума илеймест: ку вăл Çÿлхуçа [Турру] умĕнче йĕрĕнчĕк ĕç пулать, хăвна Çÿлхуçа Турру еткерлĕхе парас çĕре ан ирсĕрлет.
(5) Кам хальтерех авланнă, çавă вăрçа ан кайтăр, ун çине нимĕнле тивĕç те хумалла мар; пĕр çул хушши вăл хăйĕн килĕнче ирĕкре юлтăр, качча илнĕ арăмне савăнтарса пурăнтăр.
(6) Никамăн та алă арманĕн çиелти е тĕпри чулне салука илмелле мар, ун пек çын чуна салука илет.
(7) Кам та кам хăйĕн тăванĕсенчен, Израиль ывăлĕсенчен, хăшне те пулин вăрласа кайнипе, ăна чура туса сутса янипе лекет, çавăн пек вăрра вĕлерме тытса памалла; усал ĕçе хăвăр хушшăртан çапла пĕтерсе пыр.
(8) Асту, тилçе çыпçăнсассăн, хăвăра Левит священниксем вĕрентес пĕтĕм [саккуна] тĕрĕс тытса, тĕплĕ пурăнăçласа тăр; эпĕ вĕсене мĕн хушнине тĕплĕн пурăнăçласа тăрăр;
(9) хăвăр Египетран килнĕ чухне Çÿлхуçа Турру Мариама çул çинче мĕн тунине асăнта тытсах тăр.
(10) Çывăх çыннуна мĕн те пулин кивçен парсассăн, ун патне салук илме кайсассăн, килне ан кĕр, пурамра кĕтсе тăр, эсĕ кивçен панă çын вара хăйĕн салукне урама илсе тухса парĕ;
(12) эхер те вăл чухăн çын пулсассăн, эсĕ унăн салукне ху çывăрма выртиччен [хăвăн патăнта] тытса ан тăр;
(13) хĕвел анса ларнă чухне ăна салукне каялла тавăрса пар: вăл хăйĕн тумтирĕпе çывăрма вырттăр та сана ырă сунтăр — çакă санăн хăвăн Çÿлхуçа Турру умĕнче тунă тÿрĕ ĕç шутланать.
(14) Хăвăн тăванусенчен е ютран килсе сан çĕрÿнте, сан килÿçуртунта пурăнакансенчен тара кĕрĕшсе ĕçлекене — чухăн, кĕлмĕç çынна — ан кÿрентер;
(15) ăна ĕçĕшĕн хунă хака çав куннех, хĕвел анса ларичченех, тÿлесе тат, мĕншĕн тесессĕн вăл чухăн, чунĕ çавна кĕтет: унăн сана ÿпкелесе Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăнмалла ан пултăр, сан çинче çапла çылăх ан пултăр.
(16) Ашшĕсене ачисен айăпĕшĕн вĕлермелле мар, ачисене те ашшĕсен айăпĕшĕн вĕлермелле мар; кашнийĕ хăй тунă усал ĕçшĕн вилĕме тивĕçлĕ.
(17) Ютран килнĕ çынна, тăлăх ачана [тата тăлăх арăма] тĕрĕс мар сут ан ту, тăлăх арăмăн тумтирне салука ан ил;
(18) асăнта тыт: эсĕ ху та Египетра чура пулса пурăннă, сана унтан Çÿлхуçа [Турру] çăлса кăларнă, çавăнпа эпĕ сана çапла тума хушатăп та.
(19) Хирте тырă вырнă чухне ану çине кĕлте манса хăварсассăн, ăна илмешкĕн каялла ан таврăн: вăл ĕнтĕ ютран килнĕ çын валли, [кĕлмĕç валли,] тăлăх ачапа тăлăх арăм валли юлтăр, çавăншăн сана Çÿлхуçа Турру ху аллупа тăвакан пур ĕçÿнте те пиллĕх патăр.
(20) Çу йывăççисене силлесе çырлине пуçтарнă чухне ху хыççăн туратсене ан тĕрĕсле: мĕн юлни ютран килнĕ çын валли, тăлăх ачапа тăлăх арăм валли юлтăр. [Асăнта тыт: эсĕ ху та Египет çĕрĕнче чура пулса пурăннă, çавăнпа эпĕ сана çапла тума хушатăп та.]
(21) Хăвăн иçĕм пахчинче çырла татнă чухне ху хыççăн юлнине ан пуçтар: ютран килнĕ çын валли, тăлăх ачапа тăлăх арăм валли юлтăр;
(22) асăнта тыт: эсĕ Египет çĕрĕнче чура пулса пурăннă, çавăнпа эпĕ сана çапла тума хушатăп та.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Пай 25
(1) Çынсем хушшинче тавăç тухсассăн, вĕсене сута илсе пырса сут туччăр, тÿррине тÿрре кăларччăр, айăплине айăпа хăварччăр;
(2) айăплине хĕнемелле пулсассăн, тÿре ăна айăпне кура миçе хутчен çапнине шутласа тăма хăй умĕнче вырттарса хĕнеме хуштăр; Зăна хĕрĕх хутчен çапма юрать, унтан ытла мар: нумай хĕненипе тăвану сан куçу умĕнче сăнсăрланса ан пĕттĕр.
(4) Авăн аштарнă чухне вăкăр çăварне ан хупла.
(5) Пĕрле пурăнакан пĕртăвансенчен пĕри ывăл курмасăр вилет пулсассăн, унăн арăмĕн урăх çĕре ют çынна качча тухмалла мар, ывăлсемĕ ун патне кĕрсе ăна арăм тума илтĕр, унпа пурăнма тытăнтăр,—
(6) арăмĕ малтан çуратакан ывăл ача вара ывăлсемĕн вилнĕ пиччĕшĕн ачи шутланмалла, çапла унăн, вилнĕ тăванĕн, ячĕ Израиль хушшинчен çухалмалла ан пултăр.
(7) Ывăлсемĕ инкĕшне качча илесшĕн мар пулсассăн, çав арăм хапха патне аслă çынсем умне тухĕ те: «манăн ывăлсемĕм хăй пиччĕшĕн ятне Израиль хушшинче сыхласа хăварма килĕшмест, мана качча илесшĕн мар» тейĕ;
(8) ун пек чухне çав хуланăн аслă çыннисем ăна чĕнсе илсе ÿкĕтлеме тивĕçлĕ, анчах та лешĕ ура çине тăрса: «ман ăна качча илес килмест» теет пулсассăн,
(9) инкĕшĕ аслă çынсенĕн куçĕ умĕнче ун патне пытăр та ун уринчен аттине хывса илтĕр, унтан питĕнчен сурса çапла калатăр: «хăй тăванĕн йăхне сыхласа хăварма тăрăшман çынна [Израиль хушшинче] çапла тăваççĕ» тетĕр;
(10) вара Израильре ăна «çара ураллин килĕ» тесе ят парĕç. пАрçынсем пĕрпĕринпе çапăçнă чухне [вĕсенчен] пĕрин арăмĕ упăшкине çăлас тесе пырсассăн, аллине тăсса, упăшкине хĕнекене намăс вырăнĕнчен ярса илсессĕн,
(12) унăн аллине касса тат — куçу [ăна] хĕрхенсе ан тăтăр.
(13) Санăн хутаçунта икĕ тĕрлĕ — ытларах тата сахалтарах — кăтартакан кире пуканĕсем пулмалла мар;
(14) санăн килÿнте икĕ тĕрлĕ — ытларах тата сахалтарах — кăтартакан Ефа пулмалла мар;
(15) санăн кире пуканĕ йăнăшсăр, тĕрĕс пулмалла, санăн Ефа та йăнăшсăр, тĕрĕс пулмалла, çапла ĕнтĕ Çÿлхуçа Турру хăвна [еткерлĕхе] парас çĕрÿ çинче кун-çулу санăн вăрăм пултăр;
(16) санăн Çÿлхуçа Турру умĕнче тÿрĕ мар ĕç тăвакан кирек кам та ирсĕр.
(17) Хăвăр Египет çĕрĕнчен килнĕ чухне Амалик хăвна мĕн кăтартнине асăнта тыт:
(18) вĕсем сана çул çинче мĕнле кĕтсе илнине, эсĕ ывăнсаĕшенсе çитсессĕн, халтан кайнисене пурне те сан хыçăнта Турăран хăрамасăр пĕтерсе тăкнине ан ман;
(19) çавăнпа ĕнтĕ Çÿлхуçа Турру хăвăн аллуна еткерлĕхе паракан çĕр çинче пĕтĕм таврари пур тăшманусенчен те хăтарса сана тăнăçлăх кÿрсессĕн, Амалик ятне çĕр çинчен пĕтер; çакна ан ман.
Пай 26
(1) Эсĕ Çÿлхуçа Турру хăвна еткерлĕхе паракан çĕр çине пырса кĕрсессĕн, ăна хăвăн аллуна илсессĕн, унта пурăнма вырăнаçсассăн,
(2) хăвăн Çÿлхуçа Турру панă çĕрÿ çинчен чи малтан пуçтарнă пур тĕрлĕ çимĕçе илсе пĕрнене тултар та Çÿлхуçа Турру Хăйĕн ятне пуççапма суйласа илнĕ вырăна кай;
(3) çав вăхăтри священник патне пыр та ăна кала: эпĕ паян санăн Çÿлхуçа Турру умĕнче чунăма уçса каласа паратăп: эпĕ Çÿлхуçа пирĕн аттемĕрсене тупа туса пире пама пулнă çĕре çитсе кĕтĕм, те.
(4) Священник пĕрнене санăн аллунтан илĕ те Çÿлхуçа Туррун парне вырăнĕ умне лартĕ.
(5) Эсĕ вара Çÿлхуçа Турру умĕнче çапла кала: манăн аттем çул çÿрекен Арам çынни пулнă, Египета кайса, пысăках мар ушкăн çынпа унта пурăнма вырăнаçнă, çавăнта унран аслă, вăйлă, йышлă халăх пулса кайнă, те;
(6) анчах Египет çыннисем пире хĕнинкек кăтартнă, пи ре хĕсĕрленĕ, йывăр ĕçпе тертлентернĕ;
(7) вара эпир аттемĕрсен Çÿлхуçа Туррине тилмĕрсе йăлăнма тытăннă, Çÿлхуçа эпир йĕрсе йăлăннине илтнĕ, пирĕн асапăмăра, пирĕн йывăр ĕçĕмĕре, пире мĕнле пусмăрланине курнă;
(8) вара Çÿлхуçа пире Египет çĕрĕнчен [Хăйĕн аслă тĕреклĕхĕпе тата] хăватлă аллипе, пысăк вăйĕпе, сехĕрлентерекен хăрушлăхсем ярса, паллăсем кăтартса, кĕтретсем туса [Хăй] илсе тухнă,
(9) çапла пире çак вырăна илсе çитерчĕ, пире çак çĕре — сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре — пачĕ;
(10) акă ĕнтĕ эпĕ, эй Турăçăм, Эсĕ мана панă çĕрĕмĕн, [сĕтпе пыл юхса выртакан çĕрĕн,] чи малтан ĕлкĕрнĕ çимĕçĕсене илсе килтĕм, тесе кала. Вара çавна пĕтĕмпе хăвăн Çÿлхуçа Турру умне ларт, хăвăн Çÿлхуçа Турруна пуççап, иÇÿлхуçа Турру хăвна, хăвăн килне панă пĕтĕм ырăлăхшăн савăн, ху та, Левит та, ху патна ютран килнĕ çын та — пурте пĕрле савăнăр.
(12) Виççĕмĕш çулхине, вуннăмĕш пайсен çулĕнче, эсĕ, хăвăн [çĕрÿ] ÿстернĕ пур çимĕçĕн вуннăмĕш пайне уйăрса илсе, ăна хăвăн килÿçуртунта çиччĕр, тăранччăр тесе Левита, ютран килнĕ çынна, тăлăх ачапа тăлăх арăма парсассăн,
(13) хăвăн Çÿлхуçа Турру умĕнче кала: эй Турă, Эсĕ мана мĕн хушнисене, мĕн ÿкĕтлесе каланисене пурне те пурăнăçласа, эпĕ [хамăн] килĕмрен сăваплине уйăрса илтĕм, ăна Левита, ютран килнĕ çынна, тăлăх ачана тата тăлăх арăма патăм: Санăн ÿкĕтÿсенчен иртмерĕм, вĕсене манмарăм;
(14) эпĕ ăна хуйхăллăсуйхăллă чухне тутанман, ăна эпĕ хам таса мар чухне те тытман, унран илсе, вилнисене асăнмашкăн та паман; эпĕ хамăн Çÿлхуçа Туррăм сăмахне итлесе тăтăм, Эсĕ мана мĕн ÿкĕтлесе каланине пĕтĕмпех пурăнăçларăм;
(15) Хăвăн сăваплă çуртунтан, тÿперен, пăхсамччĕ, Хăвăн халăхна, Израиле, пиллесемччĕ, пире Ху панă çĕре пиллесемччĕ,— Эсĕ ăна, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре, аттемĕрсене [пире пама пулса] мĕнле тупа тунă, çапла патăн, тесе кала.
(16) Паянхи кун хăвăн Çÿлхуçа Турру сана çак [пĕтĕм] йĕркесемпе саккунсене туса тăма хушать: вĕсене пĕтĕм чунунтан, пĕтĕм чĕрÿнтен тытса туса тăр.
(17) Эсĕ халĕ Çÿлхуçана Вăл хăвăн Турру пулĕ тесе каларăн, Унăн çулĕпе çÿрĕп, Вăл хунă йĕркесене, Унăн ÿкĕчĕсене, Унăн саккунĕсене тытса тăрăп, Унăн сăмахне итлесе пурăнăп терĕн;
(18) халĕ сана Çÿлхуçа та сăмах пачĕ: Унăн пĕтĕм ÿкĕтне тытсатуса пурăнсассăн, эсĕ, Хăй сана каланă пек, Унăн тивĕçлĕ халăхĕ пулăн,
(19) Хăй каланă пек, Вăл сана Хăй пултарнă пур халăхран та мала кăларĕ, пуринчен те хисеплĕрех, мухтавлăрах, чаплăрах тăвĕ, эсĕ хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăваплă халăхĕ пулăн.
Пай 27
(1) Моисей тата Израиль [ывăлĕсен] аслă çыннисем халăха çапла ÿкĕтлесе каланă: халĕ сире мĕн ÿкĕтлесе каланине, пĕтĕм ÿкĕте, пурăнăçласа тăрăр, тенĕ.
(2) Иордан урлă каçса хăвăн Çÿлхуçа Турру паракан çĕре çитсессĕн, пысăк чулсем лартса хур та вĕсене акшарпа шăлса тух;
(3) Çÿлхуçа Турру хăвна паракан çĕре — аçусенĕн Çÿлхуçа Турри сана хăвна каланă пек, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре — кĕмешкĕн [Иордан урлă] каçсассăн, эсĕ çав [чулсем] çине çак саккунăн пĕтĕм сăмахне çырса хур.
(4) Иордан урлă каçсассăн, эпĕ сире паян хушнă пек, çав чулсене Гевал тăвĕ çине лартăр та вĕсене акшарпа шăлса тухăр;
(5) çавăнта хăвăн Çÿлхуçа Турруна парне кÿрсе тăмашкăн чулран — чулĕсене тимĕр тивертмесĕр — парне вырăнĕ туса ларт;
(6) хăвăн Çÿлхуçа Туррун парне вырăнне чутламан пĕр пĕтĕм чул катрамĕсенчен ту, ун çинче эсĕ хăвăн Çÿлхуçа Турруна парнесем кÿр, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне,
(7) канăçлăх парнисем кÿр, унта çи, [тăраничченех çи,] хăвăн Çÿлхуçа Турру умĕнче савăн;
(8) [çав] чулсем çине çак саккунăн пĕтĕм сăмахне питĕ уçăмлă палăрса тăмалла çырса хур, тенĕ.
(9) Унтан Моисейпе Левит священниксем пĕтĕм Израиле çапла тесе каланă: эй Израиль, тăнласа тăр, итле: çакă кун эсĕ хăвăн Çÿлхуçа Туррун халăхĕ пулса тăтăн;
(10) эппин, Çÿлхуçа Туррун сăмахне итле, Унăн ÿкĕчĕсемпе Вăл хунă йĕркесене — паян эпĕ сире пĕлтерессине — [пурне те] пурăнăçласа тăр, тенĕ. иВара çав кун Моисей халăха çапла каланă
(12) Иордан урлă каçсассăн, халăха пиллемешкĕн çак йăхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йăхĕсем — Гаризим тăвĕ çине тăмалла;
(13) çак йăхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йăхĕсем — ылханса каламашкăн Гевал тăвĕ çине тăмалла.
(14) Левитсем пĕтĕм Израиль халăхне каласа тăрĕç, хытă сасăпа çапла кăшкăрса калĕç:
(15) кам та кам кассачутласа е шăратса йĕрĕх тăвать, çавна — Çÿлхуçа умĕнчи йĕрĕнчĕке, ÿнерçĕ алли ăсталанăскере — кам та кам вăрттăн вырăна лартать, çавă ылханлă! тейĕç. Вара пĕтĕм халăх кăшкăрса: аминь, тейĕ.
(16) Хăйĕн ашшĕне е амăшне усал сăмах калакан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(17) Çывăх çыннин хир чиккине пăсакан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(18) Суккăр çынна тĕрĕс мар çулпа яракан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(19) Ютран килнĕ çынна, тăлăх ачапа тăлăх арăма йăнăш сут тăвакан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(20) Хăй ашшĕн арăмĕпе выртакан — ылханлă, мĕншĕн тесессĕн вăл ашшĕ тумтирĕн аркине уçнă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(21) Мĕнле те пулин выльăхпа выртакан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(22) Хăйĕн аппăшĕпе, йăмăкĕпе — ашшĕн хĕрĕпе е амăшĕн хĕрĕпе — выртакан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(23) Хăйĕн хунямăшĕпе выртакан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ. [Хăй арăмĕн аппăшĕпе, йăмăкĕпе выртакан — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.]
(24) Хăйĕн çывăх çыннине вăрттăн вĕлерекен — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(25) Çынна вĕлерсе айăпсăр юн тăкасшăн сĕрев илекен — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
(26) Çак саккунăн пĕр сăмахне те пулин пурăнăçламан çын, саккун хушнă тăрăх пурăнман çын [кирек кам та] — ылханлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь, тейĕ.
Пай 28
(1) Эсĕ [Иордан леш енне хăвăра Çÿлхуçа Туррăр паракан çĕр çине] каçса хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăмахне итлесе пурăнсассăн, эпĕ паян сана ÿкĕтлесе каланине — Унăн пĕтĕм ÿкĕтне — тĕрĕс те тĕплĕн туса тăрсассăн, Çÿлхуçа Турру сана çĕр çинчи пур халăхран та мала кăларĕ;
(2) Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, сăмахне итлесе пурăнсассăн, сана Унăн çакă пур пилĕ те çитĕ, сан тĕлĕшрен пур пилĕ те вырăна килĕ.
(3) Эсĕ хулара та пиллĕхлĕ, хирте те пиллĕхлĕ.
(4) Санран çурални те пиллĕхлĕ, санăн çĕрÿн çимĕçĕ те, выльăхучĕрлĕхÿн хунавĕ те, вăкăрусен хунавĕ те, сурăхусен хунавĕ те пиллĕхлĕ.
(5) Санăн кĕлетÿсем те, санăн пÿлмÿсем те пиллĕхлĕ.
(6) Кĕнĕ чухне те пиллĕхлĕ эсĕ, тухнă чухне те пиллĕхлĕ.
(7) Сана тапăнакан тăшманусене Çÿлхуçа хăвăн умунта çĕмĕрсе тăкĕ; сана хирĕç вĕсем пĕр çулпа çĕкленсе тухĕç, тарасса вара санран çичĕ çулпа тарса кайĕç.
(8) Çÿлхуçа санăн кĕлетÿсем çине пиллĕх ярĕ, санăн аллун пур ĕçне те пиллĕх парса тăрĕ; Çÿлхуçа Турру сана Хăй парас çĕр çинче пиллĕхлĕ тăвĕ.
(9) Эсĕ Çÿлхуçа Туррун ÿкĕчĕсене уяса пурăнсассăн, Унăн çулĕпе çÿресессĕн, Вăл сана, хăвна [тата хăвăн аçусене] тупа тунă пек, Хăйĕн сăваплă халăхĕ тăвĕ;
(10) вара çĕр çинчи пур халăхсем те Çÿлхуçа [Турру] сана уйăрса илнине курĕç те санран хăраса кайĕç. пÇÿлхуçа аçăрсене тупа туса сана памашкăн пулнă çĕр çинче Çÿлхуçа [Турру] сана пур тĕрлĕ ырăлăха та ытлăнçитлĕн парĕ: хăв та хунаса кайăн, выльăхучĕрлĕхÿ те ĕрчевлĕ пулĕ, çĕр çимĕçĕ те тулăхлă пулĕ.
(12) Çÿлхуçа ырă пуянлăхĕн çÿпçине — тÿпене — уçĕ те санăн çĕрÿ çине вăхăтра çумăр çутарса тăрĕ, санăн аллу мĕн тунине пурне те пиллĕх парса тăрĕ: эсĕ нумай халăха кивçен парса тăрăн, ху кивçене кĕмĕн, [нумай халăха хăвăн аллунта тытса тăрăн, вĕсем сана хăйсен аллинче тытса тăраймĕç].
(13) Эпĕ паян сана мĕн упрама, мĕн тума ÿкĕтлесе каланине — Çÿлхуçа Туррун ÿкĕчĕсене — пăхăнса пурăнсассăн, эпĕ паян сире ÿкĕтлесе каланă сăмахсенчен пĕринчен те сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнмасассăн, урăх турăсем хыççăн кайса вĕсене пуççапса тăмасассăн, Çÿлхуçа [Турру] сана хÿрене хăвармĕ, эсĕ пуçĕнче пырăн, эсĕ çÿлте çеç пулăн, аяла юлмăн.
(14)
(15) Хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăмахне итлемесессĕн, эпĕ паян хăвна ÿкĕтлесе каланине — Унăн пĕтĕм ÿкĕтне, Унăн пĕтĕм йĕркине — туса тăма тăрăшмастăн пулсассăн, сана çак пĕтĕм ылхан çитĕ, ылхан айне пулăн.
(16) Эсĕ хулара та ылханлă [пулăн], хирте те ылханлă [пулăн].
(17) Санăн кĕлетÿсем те, санăн пÿлмÿсем те ылханлă [пулĕç].
(18) Санран çурални те, санăн çĕрÿн çимĕçĕ те, вăкăрусен хунавĕ те, сурăхусен хунавĕ те ылханлă [пулĕç].
(19) Кĕнĕ чухне те ылханлă, тухнă чухне те ылханлă [пулăн].
(20) Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсассăн та санăн аллусен ĕçĕнче Çÿлхуçа сан çине хăвна пĕтерсе çитеричченех ылхан, сехĕрленÿ, инкек ярса тăрĕ — вара эсĕ хăвăн усал ĕçÿсемшĕн, Мана пăрахнăшăн часах пĕтсе ларăн.
(21) Çÿлхуçа сан çине мур чирĕ ярĕ те сана халĕ хăвăн аллуна илме каякан çĕр çинчен пĕтерсе пăрахичченех çавăнпа хăшкăлтарĕ.
(22) Çÿлхуçа сана хăрăнтарса çитернипе, сивчирпе, тар чирĕпе, шыçă чирĕпе, типпе хăварса, çунтаракан çил тата хура тутăх ярса тертлентерĕ, вĕсем санран ху пĕтсе çухаличчен те хăпмĕç.
(23) Пуçу тĕлĕнчи пĕлĕтсем пăхăр пулса тăрĕç, уру айĕнчи çĕр тимĕр пулса тăрĕ;
(24) çумăр вырăнне Çÿлхуçа санăн çĕрÿ çине тусан ярĕ, [хăвна пĕтерсе пăрахичченех,] хăвна тĕппипе пĕтеричченех сан çине тÿперен тусантăпра тăкăнĕ те тăкăнĕ.
(25) Пĕтермешкĕн Çÿлхуçа сана тăшманусен аллине парĕ; вĕсене хирĕç эсĕ пĕр çулпа тухăн, тарасса вара вĕсенчен çичĕ çулпа тарса кайăн; çĕр çинчи пур патшалăх тăрăх сапаланса пĕтĕн.
(26) Санăн виллÿсем вĕçен кайăксемпе тискер кайăксемшĕн çимĕç пулĕç, вĕсене хăваласа яракан та пулмĕ.
(27) Çÿлхуçа сана Египет тилçипе, ÿттир шыççипе, кĕсенпе, кĕçĕпе чирлеттерсе ярĕ, эсĕ вĕсенчен сывалса тÿрленеймĕн;
(28) сана Çÿлхуçа ухмаха ертĕ, суккăр тăвĕ, чĕрÿне тапайми тăвĕ.
(29) Вара эсĕ, суккăр çын тĕттĕмре хыпашласа çÿренĕ евĕр, кăнтăр çутинчех алă сĕмĕпе çÿрĕн, çулуйĕрÿнте те ăнăçу кураймăн, кирек хăш кун та сана хĕссе пырĕç, кÿрентерĕç, сана никам та хÿтĕлемĕ.
(30) Арăм илме хĕр çураçăн та — унпа урăххи çывăрĕ; çурт лартăн та — унта пурăнаймăн; иçĕм пахчи лартса ÿстерĕн те — унпа усă кураймăн.
(31) Санăн вăкăрна хăвăн куçу умĕнчех тытса пусĕç те, эсĕ ун ашне çисе те кураймăн; ашакна çавăтса кайĕç те каялла тавăрса памĕç; сурăхусене тăшманусен аллине хăваласа кайса парĕç, никам та хÿтĕлеес çук сана.
(32) Санăн ывăлусене, хĕрÿсене урăх халăха тытса парĕç; куçу курса тăрĕ те — вĕсемшĕн хуйхăрнипе кунсерен сÿнсесÿнсе пырĕ, аллусенче те хал юлмĕ.
(33) Санăн çĕрÿн çимĕçне, мĕнпур ĕçÿн ырăлăхне ху пĕлмен халăх çисе тăрĕ; ху вара ĕмĕрÿ тăршшĕпех хĕсĕрленине, асаплантарнине çеç тÿссе пурăнăн.
(34) Эсĕ вара мĕнмĕн курса тăнине пула ухмаха тухăн.
(35) Çÿлхуçа сана ура тупанĕнчен пуçласа [пуç] тÿпи таранах, чĕркуççисене, ура тунисене хăрушă тилçе ертсе хĕне ярĕ, эсĕ унран сывалаймăн.
(36) Çÿлхуçа сана хăвна та, эсĕ лартнă патшуна та эсĕ ху та, санăн аçусем те пĕлмен халăх патне кайса ярĕ, эсĕ вара унта урăх турăсене — чул турăсене, йывăç турăсене — пуççапса пурăнăн;
(37) Çÿлхуçа [Турă] хăвна кайса яракан пур халăх патĕнче те эсĕ сехре хăппи, тĕнче кулли, çын мăшкăлĕ пулăн.
(38) Хире вăрлăхна нумай илсе тухăн та — сахал пуçтарса кĕртĕн, мĕншĕн тесессĕн ăна хĕрлĕ шăрчăк çисе ярĕ.
(39) Иçĕм пахчисем лартса ÿстерĕн, унта ĕçлесе тăрăн, анчах эрехне ĕçсе кураймăн, [вĕсен] çырлине те пуçтараймăн, мĕншĕн тесессĕн хурт çисе ярĕ.
(40) Çу йывăçĕ санăн пур çĕрÿ çинче те пулĕ, анчах пуçна çу сĕрсе кураймăн, мĕншĕн тесессĕн çырли тăкăнса пĕтĕ.
(41) Ывăлсем, хĕрсем çуралĕç санăн, анчах эсĕ вĕсемсĕр тăрса юлăн, вĕсене тыткăна илсе кайĕç.
(42) Санăн пĕтĕм йывăçна, çĕрÿн пĕтĕм çимĕçне хура тутăх пĕтерĕ.
(43) Ютран килсе санăн хутлăхунта пурăнакан çын санран çÿлерех те çÿлерех çĕкленĕ, эсĕ вара аяларах та аяларах анса пырăн;
(44) вăл сана кивçен парса тăрĕ, эсĕ ăна кивçен параймăн; вăл пуçĕ пулĕ, эсĕ вара хÿрере пулăн.
(45) Хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăмахне итлеменшĕн, сана Хăй ÿкĕтлесе каланине — Унăн ÿкĕчĕсене, Вăл хунă йĕркесене — тытса тăманшăн çак пĕтĕм ылхан сан çине пулĕ, хăвна пĕтерсе пăрахичченех вĕсем санран хăпмĕç, сана çитĕç:
(46) ку ĕитĕ сан çинчи, санăн йăху çинчи ĕмĕрлĕх паллă пулĕ, ыттисене астутараканни пулĕ.
(47) Тулăхлă пурăннă чухне хăвăн Çÿлхуçа Турруна пĕтĕм чунчĕререн савăнса, хавасланса ĕçлесе тăма пĕлмерĕн,
(48) çавăншăн Çÿлхуçа [Турру] сан çине тăшман ярĕ, эсĕ ăна ĕçмесĕр, çимесĕр, çарамас тăрса юлса, пĕр нимĕнсĕр юлса ĕçлесе тăрăн; вăл санăн мăйна тимĕр сÿсмен тăхăнтартĕ, çапла сана асаплантарсах çитерĕ.
(49) Çÿлхуçа сан çине питĕ инçетрен, тĕнче кĕтессинченех, халăх ярĕ: çав халăх ăмăрткайăк пек вăйкăнса вĕçсе килĕ, эсĕ унăн чĕлхине те ăнкараймăн,
(50) ватта хисеплемен, çамрăка хĕрхенмен намăссăр халăх пулĕ вăл;
(51) вăл сана мĕн çука хăваричченех выльăхучĕрлĕхÿн хунавне тата хăвăн çĕрÿ кÿрекен çимĕçе çисе пурăнĕ, сан валли çăкăр та, эрех те, йывăç çăвĕ те, вăкăрусен хунавне те, сурăхусен хунавне те хăвармĕ, хăвна мĕн пĕтеричченех çапла тăвĕ;
(52) санăн пĕтĕм çĕрÿ çинчи ху шанса тăракан çÿллĕ те тĕреклĕ хÿмÿсене ишсе пĕтеричченех вăл сана хăвăн пĕтĕм килÿçуртунта хĕссе пурăнĕ; çапла хăвна Çÿлхуçа Турру панă пĕтĕм çĕрÿ çинче, пĕтĕм килÿçуртунта хĕссе пурăнĕ.
(53) Вара хăвна тăшману хупăрласа илсессĕн, тăшману хĕссехĕсĕрлесе çитерсессĕн, хăвăн варăнтан çуралнине — Çÿлхуçа Турру панă ывăлусемпе хĕрÿсен ÿтне — çиме тытăнăн.
(54) Сирĕн хушшăрта рехет курса ĕлккен пурăнăçпа пурăннă ар хăйĕн тăванĕ çине, хăйпе хĕве хупăннă арăмĕ çине, хăйĕн чĕрĕ юлнă ачисем çине пĕр шелсĕр, хаяр куçпа пăхма пуçлĕ,
(55) вĕсенчен нихăшне те вăл хăй çиес ачисен ÿтне памĕ, мĕншĕн тесессĕн тăшману хупăрласа илсессĕн, пĕтĕм килĕрçуртăрта тăшман хĕссехĕсĕрлесе тăрсассăн, унăн пĕр нимĕн те юлмĕ.
(56) Санăн хутлăхунта киленсе, рехет курса ĕлккен пурăнăçпа пурăннă [арăм], черченленсе кайнипе çĕр çине урине те пусса курман скер, хăйпе хĕве хупăннă упăшки çине, хăйĕн ывăлĕпе хĕрĕ çине пĕр шелсĕр, хаяр куçпа пăхма пуçлĕ,
(57) вĕсене вăл пĕççи хушшинчен тухакан ача кĕпине те, хăй çуратакан ачисене те памĕ, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм килĕрçуртăра тăшман хĕссехĕсĕрлесе тăнă чухне, тăшман хупăрласа илсессĕн, пĕр нимĕн те çуккипе, вĕсене вăл хăй вăрттăн çисе тăрĕ.
(58) Çак кĕнекере çырнă саккун мĕн хушнине пурăнăçласа тăма тăрăшмастăн пулсассăн, хăвăн Çÿлхуçа Туррун çакă мухтавлă та хăрушă ятĕнчен хăраса тăмастăн пулсассăн,
(59) Çÿлхуçа сана хăвна та, санăн тăхăмна та халиччен пулман шăтанюханпа аптăратса ÿкерĕ, иртсе кайми хăрушă шăтанюханпа тата иртсе кайми усал чирчĕрпе чирлеттерсе хĕне ярĕ;
(60) сана Египет чирĕсене, хăвна хăратса тăнă пĕтĕм [усал] чире, ертĕ, вĕсем вара санран хăпа пĕлмĕç;
(61) хăвна тĕппипе пĕтерсе тăкичченех Çÿлхуçа сан çине çак саккун кĕнекинче çырса кăтартман пĕтĕм чире [тата çырса кăтартнă пĕтĕм чире] ярса тăрĕ;
(62) эсир тÿпери çăлтăрсем пекех йышлăччĕ, анчах хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăмахне итлеменнипе эсир сахаллăн тăрса юлатăр.
(63) Çÿлхуçа сире ырă туса, сире ĕрчетсе пырса епле савăннăччĕ, сире путлантарсапĕтерсе пырса та Вăл çаплах савăнĕ, сана хăв еткерлĕхе илме каякан çĕр çинчен те кăларса сирпĕтĕç.
(64) Çÿлхуçа [Турру] сана пур тĕрлĕ халăх хушшине, çĕрĕн пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çити, сапаласа ярĕ, унта вара эсĕ ху та, хăвăн аçусем те пĕлмен турăсене, йывăçсемпе чулсене, пуççапма тытăнăн.
(65) Анчах çав халăхсем хушшинче те канăçлăх тупаймăн, уруна кантарса илме те вырăн пулмĕ: Турă çапла тунăран эсĕ унта шиклĕ чĕрепе чĕтресе пурăнăн, куçу типиччен макăрăн, чуну сурса ыратĕ.
(66) Пурăнăçу çÿçÿ вĕçĕнче çакăнса тăрĕ, кунĕнçĕрĕн чĕтресе çÿрĕн, хăвăн пурăнăçна ху шанми пулăн;
(67) чĕрÿ тухса ÿкесле сикнĕрен, çапла чĕтресе пурăннăран, хăвăн куçупа ху мĕн курса тăнăран ирхине эсĕ: «ах, каç пулинччĕ!» тейĕн, каçхине вара: «ах, хăвăртрах тул çутăлинччĕ!» тейĕн;
(68) вара Çÿлхуçа сана, карапсем çине лартса, эпĕ хăвна: «эсĕ ăна урăх кураймăн» тенĕ çулпа каялла Египет çĕршывне тавăрĕ; унта сире арçын чурасем, хĕрарăм чурасем тума хăвăр тăшманăрсене сутасшăн пулĕç, анчах туянаканĕ тупăнмĕ.
Пай 29
(1) Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсемпе Хорив тăвĕ çинче хывнă халалсăр пуçне тата Моисее вĕсемпе Моав çĕрĕнче çакăн пек халал хывма хушнă.
(2) Моисей Израиль [ывăлĕсене] пĕтĕмпех пухнă та вĕсене каланă: эсир Çÿлхуçа Египет çĕрĕнче сирĕн куçăр умĕнче фараона, унăн чурисене, унăн пĕтĕм çĕрне мĕн тунине пĕтĕмпех куртăр; Зсанăн куçусем хăрушă асапсем янине, аслă паллăсемпе кĕтретсем кăтартнине [тата тĕреклĕ алăпа хăватлă вăя] курса тăчĕç;
(4) анчах паянхи кунччен сире Çÿлхуçа [Турă] ăнланмашкăн — чĕре, курмашкăн — куç, илтмешкĕн хăлха паманччĕха.
(5) – 6
(6) Эпĕ сирĕн Çÿлхуçа Туррăр иккенне пĕлтермешкĕн сире хĕрĕх çул пушхир тăрăх ертсе çÿрерĕм, сирĕн çийĕрти тумтирĕр те кивелмерĕ, санăн урунти ура сыррийĕ те çĕтĕлмерĕ; эсир çăкăр та çимерĕр, эрехпе çиккер те ĕçмерĕр.
(7) Эсир çак вырăна çитсессĕн, пире хирĕç çапăçмашкăн Есевон патши Сигон тата Васан патши Ог тухрĕç, эпир вĕсене çапса салатрăмăр;
(8) вĕсен çĕрне туртса илтĕмĕр те ăна Рувим йăхĕпе Гад йăхне тата Манассиян çур йăхне еткерлĕхе патăмăр.
(9) Çак халал сăмахĕсене [пурне те] тытса тăрăр, вĕсене пурăнăçласа пырăр, вара эсир тăвас кирек мĕнле ĕç те ăнса пырĕ.
(10) Паян эсир пурсăр та — йăхăрсен пуçлăхĕсем, сирĕн аслă çыннăрсем, [сирĕн тÿрĕрсем,] халăха пăхса тăракансем, пĕтĕм Израиль çынни, псирĕн ачăрсем, арă мăрсем, санăн тапăрна ютран килнĕ çынсем, вутă касса тăракантан пуçласа шыв кÿрсе тăракан таранах — хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăр умĕнче тăратăр:
(12) Çÿлхуçа Турру паян санпа килĕшÿ тăвать, эсĕ тупа туса хăвăн Çÿлхуçа Туррупа халал хыватăн,
(13) Вăл сана паян Хăйĕн халăхĕ тăвать, Хăй вара — сана каланă пек, санăн аçусене Авраама, Исаака тата Иакова Хăй тупа туса каланă пек — санăн Турру пулĕ.
(14) Çак халала, çак тупа туса хывакан килĕшĕве эпĕ пĕр сирĕнпе анчах мар,
(15) паян çакăнта пирĕнпе пĕрле хамăр Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче тăракансемпе те, паян çакăнта хамăрпа пĕрле çуккисемпе те тăватăп.
(16) Мĕншĕн тесессĕн эсир Египет çĕрĕнче хамăр епле пурăннине, хăвăр иртсе килнĕ халăхсем хушшипе хамăр мĕнле тухнине пĕлетĕр,
(17) эсир вĕсен ирсĕрлĕхĕсене, вĕсен туррисене — вĕсен йывăç, чул, кĕмĕл тата ылтăн йĕрĕхĕсене — курнă.
(18) Халĕ ĕнтĕ сирĕн хушшăрта чĕрипе хамăр Çÿлхуçа Туррăмăртан уйăрăлса çав халăхсен туррисене пуççапма çÿрекен арçын е хĕрарăм, ăру е йăх ан пултăр; сирĕн хушшăрта наркăмăшпа эрĕм çитĕнтерекен тымар та,
(19) çакă ылханăн сăмахĕсене илтсессĕн, хăй ăшĕнче мухтанса: «эпĕ хамăн чĕрем еккипе çÿресе те телейлĕ пулăпха» тесе калакан çын та ан пултăр; апла тутти выççипе пĕрле пĕтĕ;
(20) Çÿлхуçа ун пек çынна каçармасть, ун пек çын çине Çÿлхуçа çиллипе Çÿлхуçа хаярлăхĕ самантрах хыпса илсе ÿкĕ, ăна вара çак [саккун] кĕнекинче çырса хунă [çак халалăн] пĕтĕм ылханĕ çитĕ, Çÿлхуçа унăн ятне те çĕр çийĕнчен пĕтерĕ;
(21) Çÿлхуçа вара ăна, çак саккун кĕнекине çырса хунă халалăн пĕтĕм ылханĕпе шайлашуллăн, пур Израиль йăхĕсен хушшинчен пĕтерме уйăрса илĕ.
(22) Çак çĕр мĕнле пĕтсе ларнине, Çÿлхуçа ăна мĕнле чирчĕрпе хавшатнине курсассăн, килес ăру — хăвăр хыççăн пурăнас ачăрсем — тата инçетри çĕртен килнĕ ют халăх çынни те çапла калĕç:
(23) «пĕтĕм çĕрĕ — кÿкĕрт те тăвар, кăмрăк та кĕл; акмаççĕ те, унта нимĕн те ÿсмест, нимĕнле курăк та шăтмасть ун çинче — Çÿлхуçа Хăйĕн çиллипе, Хăйĕн хаярлăхĕпе Содома, Гоморрăна, Адмăпа Севоима пĕтерсе пăрахнă хыççăнхи пекех» тейĕç.
(24) Халăхсем вара пурте: Çÿлхуçа ку çĕре мĕншĕн каплах туса хăварнă-ши? мĕн тĕрлĕ хаяр Унăн çилли! тейĕç.
(25) Ĕнтĕ çапла калĕç: хăйсен ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Турри вĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухсассăн вĕсемпе халал хывнă, çав халала пăснăшăн —
(26) хăйсем пĕлмен турăсене, Турă вĕсене пĕлме те хушман урăх турăсене, ĕçлесе тăма, вĕсене пуççапса пурăнма тытăннăшăн —
(27) çавăншăн Çÿлхуçа çилли тăвăлса çитнĕ те, Вăл çак [саккун] кĕнекине çырса хунă [халалăн] пĕтĕм ылханне çак çĕр çине янă,
(28) акă куратпăр ĕнтĕ: Çÿлхуçа вĕсене пĕтĕм çиллипе, хаярлăхĕпе, хăрушла тарăхса хăйсен çĕрĕнчен урăх çĕре кăларса сирпĕтнĕ, тейĕç.
(29) Пытарăнса тăраканни — пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăрăн, уçса пани вара — ĕмĕрех пирĕн валли, пирĕн ывăлăмăрсем валли, ăна пире çак саккун сăмахĕсене пурнăçласа пыччăр тесе уçса панă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Пай 30
(1) Çак пĕтĕм сăмаха — хăвна пĕлтернĕ пиллĕхпе ылхана — хăвна Çÿлхуçа Турру сапаласа янă халăхсем хушшинче асна илсе чĕрÿне хывсассăн,
(2) эпĕ паян хăвна ÿкĕтлесе каланă пек, ху та, ывăлусем те пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунтан Çÿлхуçа Турру енне çаврăнсассăн, Унăн сăмахне итлесессĕн,
(3) Çÿлхуçа Турру санăн тыткăнри çыннусене каялла тавăрĕ, сана хĕрхенĕ, Çÿлхуçа Турру сана урăх халăхсем хушшине сапаласа янă çĕртен каллех пĕр çĕре пуçтарĕ.
(4) Ан тив, сана [тÿпен пĕр хĕрринчен] тÿпен тепĕр хĕрри таранах сапаласа янă пултăр, Çÿлхуçа Турру сана унтан та пуçтарса килĕ, унтан та илсе килĕ,
(5) Çÿлхуçа Тур ру сана [унтан та] хăвăн аçусем тытса тăнă çĕршыва илсе çитерĕ, вара эсĕ ăна хăвăн аллуна еткерлĕхе илĕн; çапла Вăл сана ырăлăх парĕ, аçусенчен те ытларах ĕрчеттерсе ярĕ;
(6) эсĕ хăвăн Çÿлхуçа Турруна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунтан юратинччĕ тесе, çапла туса санăн пурăнмалла пултăр тесе, Çÿлхуçа Турру санăн чĕрÿ ÿтне те, санăн тăхăмусен чĕрин ÿтне те касĕ;
(7) çавăн чухне Çÿлхуçа Турру çак мĕнпур ылхана хăвна хĕсĕрлесе тăракан тăшманусем çине, хăвна курайманнисем çине çавăрĕ,
(8) эсĕ вара, Çÿлхуçа [Турру] енне çаврăнса, Унăн сăмахне итлесе пурăнăн, эпĕ паян сана ÿкĕтлесе каланине — Унăн пур ÿкĕтне — туса тăрăн;
(9) Çÿлхуçа Туррун çак саккун кĕнекинче çырнă ÿкĕчĕсене, Вăл хунă йĕркесене [тата Унăн саккунĕсене] тытса, [пурне те пурăнăçласа] хăвăн Çÿлхуçа Туррун сăмахне итлесе пурăнсассăн, Çÿлхуçа Турру енне пĕтĕм чĕрÿпе, пĕтĕм чунупа çаврăнсассăн, Çÿлхуçа Турру сан аллун пур ĕçне те ăнтарса пырĕ, йăхна ĕрчетсе тăрĕ, выльăхучĕрлĕхÿн хунавне те, сан çĕрÿн çимĕçне те ытлашшипех парса тăрĕ; сана ырăлăх кăтартса, Çÿлхуçа [Турру] саншăн каллех, аçусемшĕн савăннă чухнехи пекех, савăнса тăрĕ. пÇак ÿкĕт — эпĕ паян сана ÿкĕтлесе калани — саншăн ăнланайми япала мар, аякра тăраканскер те мар;
(10)
(12) вăл тÿпере мар, ун пирки: «пирĕншĕн кам та пулин тÿпене улăхинччĕ, ăна пире илсе килсе парса сасăпа вуласа кăтартинччĕ, вара эпир ăна пурăнăçланă пулăттăмăр» темелли çук;
(13) вăл тинĕс леш енче те мар, ун пирки: «пирĕншĕн кам та пулин тинĕс леш енне кайинччĕ, ăна пире илсе килсе парса сасăпа вуласа кăтартинччĕ, вара эпир ăна пурăнăçланă пулăттăмăр» темелли çук;
(14) çак сăмах сан çывăхунтах: ăна пурăнăçласа тăмашкăн вăл сан чĕлхÿçăварунтах, санăн чĕрÿнтех.
(15) Акă сана эпĕ паян пурăнăçпа ырăлăх, вилĕмпе усаллăх сĕнтĕм.
(16) Эпĕ паян хăвна мĕн ÿкĕтлесе каланине туса тăрсассăн, [Çÿлхуçа Туррун ÿкĕчĕсене итлесессĕн,] Çÿлхуçа Турруна юратса тăрсассăн, Унăн [пĕтĕм] çулĕпе çÿресессĕн, Унăн ÿкĕчĕсене, Вăл хунă йĕркесене, Унăн саккунĕсене тытса пурăнсассăн, эсĕ чĕрĕ тăрăн, хунаса кайăн, Çÿлхуçа Турру сана хăвăн аллуна илме каякан çĕрÿ çинче пиллĕх парĕ;
(17) эхер те санăн чĕрÿ Турăран сивĕнсессĕн, эсĕ итлеми пулсассăн, аташса кайса урăх турăсене пуççапма, вĕсене ĕçлесе тăма тытăнсассăн,
(18) сире паянах каласа хуратăп: эсир пĕтсе ларатăр, хăвăн аллуна илме Иордан урлă каçса каякан çĕр çинче, [хăвна Çÿлхуçа Турă паракан çĕр çинче,] чылайччен тытăнса тăраймăр.
(19) Паян эпĕ сирĕн умăрта тÿпепе çĕре асăнса калатăп: сана эпĕ пурăнăçпа вилĕм, пиллĕхпе ылхан сĕнтĕм. Пурăнăçа суйласа ил: санăн хăвăн та, санăн тăхăмусен те пурăнмалла пултăр,
(20) хăвăн Çÿлхуçа Турруна юратмалла, Унăн сăмахне итлемелле, Унăн çумне çыпçăнса тăмалла пултăр; санăн пурăнăçу çакăнтан килет, кун-çулу вăрăма пырасси çакăнтан килет, çапла эсĕ Çÿлхуçа [Турă] хăвăн аçусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнă çĕр çинче пурăнăн.
Пай 31
(1) Моисей пынă та Израилĕн мĕнпур [ывăлне] çак сăмахсене каласа панă,
(2) вĕсене çапла каланă: эпĕ ĕнтĕ çĕр çирĕм çулта, эпĕ ĕнтĕ тухаймастăп та, кĕрейместĕп те, Çÿлхуçа та мана: «эсĕ çак Иордан урлă каçаймăн» терĕ;
(3) Çÿлхуçа Турру Хăй пырĕ сан умăнтан; Вăл çак халăхсене санăн куçу умĕнчен пĕтерĕ, эсĕ вĕсене хăвăн аллуна илĕн; Çÿлхуçа каланă пек, сан умăнтан Иисус пырĕ; “[Иорданăн ку енче пулнă] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вĕсенĕн Хăй пĕтерсе тăкнă çĕрне Çÿлхуçамăр мĕн кăтартрĕ, çак халăхсене те Вăл çавнах кăтартĕ;
(5) Çÿлхуçа вĕсене сирĕн аллăра парĕ, эсир вара вĕсене эпĕ хăвăра ÿкĕтлесе каланă ÿкĕтсем мĕн хушнине кăтартăр;
(6) çирĕп те хăюллă пулăр, ан хăрăр, [ан шикленĕр,] ан сехĕрленĕр вĕсенчен, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турру Хăй санпа пĕрле пырать, санран Вăл уйăрăлса та каймĕ, сана пăрахса та хăвармĕ, тенĕ.
(7) Вара Моисей Иисуса чĕнтерсе илнĕ те ăна мĕнпур Израиль çынни умĕнче каланă: çирĕп те хăюллă пул — эсĕ çак халăхпа кайăн, Çÿлхуçа унăн ашшĕсене тупа туса ăна пама пулнă çĕршыва пырса кĕрĕн, ăна йăхсерен çĕр валеçсе парăн;
(8) Çÿлхуçа Хăй сан умăнтан пырĕ, Хăй санпа пĕрле пулĕ, санран уйăрăлса та каймĕ, сана пăрахса та хăвармĕ — ан хăра, ан сехĕрлен, тенĕ.
(9) Моисей ĕнтĕ çак саккуна çырнă та ăна Çÿлхуçа саккунĕн арчине йăтса çÿрекен священниксене, Левий ывăлĕсене, тата Израиль [ывăлĕсен] мĕнпур аслă çыннине панă.
(10) Унтан Моисей вĕсене халалласа каланă: çичĕ çул иртсессĕн, парăмсене каçарнă çул, хÿшĕ уявĕнче,
(11) [Çÿлхуçа Хăй] суйласа илнĕ вырăна пĕтĕм Израиль халăхĕ хăйĕн Çÿлхуçа Турри умне тăма пухăнсассăн, çак саккуна пĕтĕм Израиль умĕнче сасăпа вуласа пар;
(12) халăха пух, арçынсемпе хĕрарăмсене те, ачасене те, санăн килÿçуртунта пурăнакан ютран килнĕ çынсене те пуçтар: итлеччĕр вĕсем, вĕренччĕр, сирĕн Çÿлхуçа Туррăртан хăраса тăччăр, çак саккунăн пур сăмахне те пурăнăçлама тăрăшчăр;
(13) вара вĕсенĕн çакна пĕлмен ывăлĕсем те сирĕн Çÿлхуçа Туррăр çинчен илтĕç те эсир хăвăр аллăра илме Иордан урлă каçакан çĕр çинче пурăннă хушăра сирĕн Çÿлхуçа Туррăртан ĕмĕр тăршшĕпех хăраса тăма вĕренĕç, тенĕ.
(14) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: акă санăн кун-çулу вилĕм тĕлне çывăхарса çитрĕ; Иисуса чĕн те пуху чатăрĕн [алăкĕ] умне тăрăр, Эпĕ ăна вĕрентсе калăп, тенĕ. Моисейпе Иисус пынă та пуху чатăрĕн [алăкĕ] умне тăнă.
(15) Кĕлĕ чатăрне Çÿлхуçа пĕлĕт юпа ăшĕнче аннă, пĕлĕт юпа [пуху] чатăрĕн алăкĕ умне тăнă.
(16) Çÿлхуçа Моисее каланă: акă эсĕ хăвăн аçусем патне ăсанăн та, çак халăх хăй çитсе кĕрекен çĕр çинчи ют турăсем хыççăн асса çÿреме тытăнĕ, Мана пăрахĕ, Манăн халалăма, хăйсемпе хывнă халала, пăсĕ;
(17) çав кун ăна çилленнипе çиллĕм тулса çитĕ те, Эпĕ вĕсене пăрахса хăварăп, Хамăн сăнăма вĕсенчен пытарăп, вара халăха пĕтерсе тăкĕç, темĕн тĕрлĕ инкекпе хĕнасап çитĕ ăна, вара çавă кун вăл: «хам хушшăмра [Çÿлхуçа] Туррăм çуккипе çитсе çапмарĕши мана çак инкек?» тейĕ;
(18) урăх турăсем еннелле çаврăнса тунă мĕнпур ирсĕр ĕçĕшĕн Эпĕ çавă кун [унран] Хамăн сăнăма пытарăп.
(19) Эппин, хăвăр валли çак юрă [сăмахĕсене] çырса илĕр, ăна Израиль ывăлĕсене вĕрент, ăна вĕсен чĕлхиçăварне хыв: çакă юрă Мана Израиль ывăлĕсем çинчен пĕлтерсе тăтăр;
(20) Эпĕ вĕсене, хăйсен ашшĕсене тупа тунă пек, сĕтпе пыл юхса выртакан [ырă] çĕршыва илсе кĕрĕп; вĕсем унта тăраниччен çисе тутă пурăнĕç, мăнтăрланса кайĕç, урăх турăсем еннелле çаврăнĕç те вĕсене пăхăнса тăма тытăнĕç, Мана йышăнмĕç, [хăйсене халалланă] Манăн халалăма пăсĕç;
(21) хăйсене нумайнумай инкекпе хĕнасап çитсессĕн, çак юрă вĕсене айăплаканĕ пулĕ, мĕншĕн тесессĕн çак юрă вĕсен [çăварĕнчен тата] вĕсен тăхăмĕсен çăварĕнчен тухаймĕ. Эпĕ вĕсен шухăшне пĕлетĕп: вĕсем халех, Эпĕ хăйсене [ырă] çĕршыва — [ашшĕсене] тупа туса каланă çĕршыва — илсе кĕричченех, мĕнле шухăшпа тăнине пĕлетĕп, тенĕ.
(22) Моисей вара çавă кун çак юрра çырнă та ăна Израиль ывăлĕсене вĕрентнĕ.
(23) Иисуса, Нав ывăлне, ÿкĕтлесе Çÿлхуçа [ăна] çапла каланă: çирĕп те хăюллă пул, эсĕ Израиль ывăлĕсене Эпĕ вĕсене тупа туса каланă çĕршыва илсе кĕрĕн, Эпĕ санпа пĕрле пулăп, тенĕ.
(24) Моисей, çак саккунăн мĕнпур сăмахне вĕçне çитиех кĕнекене çырса хурсассăн,
(25) Çÿлхуçа саккунĕн арчине йăтса çÿрекен Левитсене хушса каланă:
(26) çак саккун кĕнекине илĕр те ăна хăвăр Çÿлхуçа Туррăрăн саккун арчийĕн сылтăм енне хурăр, вăл унта сире хирĕç айăплаканĕ пулĕ;
(27) мĕншĕн тесессĕн эпĕ ĕнтĕ эсĕ кутăннине, чурăссине пĕлетĕп: акă халĕ те, эпĕ сирĕнпе пĕрле чĕрĕ тăнă чухнех, эсир Çÿлхуçа умĕнче кутăнланса тăратăр; эпĕ вилсессĕн пуçсăрлансах каймăр-ши?
(28) ман патăма хăвăр йăхăрсен аслă çыннисене, [хăвăр тÿрĕрсене,] хăвăра пăхса тăракансене пурне те пухăр, вара эпĕ çакă сăмахсене вĕсем илтмелле калăп, кÿнтелен пулма тÿпепе çĕре чĕнĕп;
(29) пĕлсех тăратăп: эпĕ вилнĕ хыççăн эсир ирсĕрленсе пĕтетĕр те эпĕ халалласа хăварнă çултан пăрăнса каятăр, вăхăт иртнĕçемĕн вара хăвăр аллăрсенĕн ĕçĕсемпе Çÿлхуçа [Турра] çиллентерсе Унăн умĕнче усал ĕçсем туса пурăннăшăн сире хĕнасап çитĕ, тенĕ.
(30) Вара Моисей çак юрă сăмахĕсене Израиль çыннисен пĕтĕм пухăвĕ илтсе тăмалла вĕçне çитиех каласа панă: ]
Пай 32
(1) Эй тÿпе, итле — эпĕ калаçатăп; эй, тăнла, çĕр, ман сăмахăма.
(2) Ман сăмахăм çумăр пек юхĕ, ман пуплевĕм сывлăм пек пулĕ, калча çине çăвакан йĕпхÿ çумăр пек, курăк çине çăвакан шавкама çумăр пек пулĕ.
(3) Çÿлхуçамăр ятне аслăлатăп; эй, Туррăмăра аслăласа мухтăр.
(4) Вăл — тĕрек; Унăн ĕçĕсем — чăнчăнни, Унăн пĕтĕм çулĕ тÿрĕ; Туррăмăр шанчăклă, çук [Унăн] тĕрĕс марри; Вăл — тĕрĕслĕх те чăнлăх.
(5) Вĕсем вара Ун умĕн че ирсĕрленчĕç, пуçтах та аскăнчăк ăру — Унăн ачисем мар вĕсем.
(6) Ăссăр та ăнкарусăр халăх, Çÿлхуçана çапла тав тăватăни эсĕ? Аçу мари Вăл? Кам хăтарнă, пултарнă, вырнаçтарнă сана?
(7) Авалхи кунсене аса илха, унчченхи йăхсен кун-çулне ăнлаха; аçунтан ыйт — каласа парĕ сана, ваттисенчен ыйт — пĕлтерĕçĕ сана.
(8) Çÿлти Турă халăхсене еткер çĕр панă чухне, этем ывăлĕсене вырăнаçтарнă чухне вĕсенĕн чиккисене Вăл Израиль ывăлĕсен шутне* кура лартрĕ.
(9) Çÿлхуçамăр пайĕ — Унăн халăхĕ, Иаков — Унăн еткерлĕхĕ.
(10) Вăл ăна тупнăччĕ хăрушă пушхирте, салху та тискер çеçенхирте, хÿтĕлерĕ ăна, сыхласа усрарĕ, Хăйĕн куç шăрçине упранă пек упрарĕ; иăмăрт епле йăвине хÿтĕлет, чĕпписем çийĕн епле вĕçсе çÿрет, çунаттине сарса, чĕпписене епле куçарать вăл урăх çĕре,
(12) çавăн пек ăна Çÿлхуçа пĕччен ертсе çÿрерĕ, Унпа пĕрле ют турă пулман.
(13) Вăл ăна çĕр тÿпине хăпартрĕ, хир ÿстернĕ çимĕçпе тăрантарчĕ, чултан кăларнă пылпа, ту хысакĕнчен юхтарнă йывăç çăвĕпе,
(14) Васан çĕрĕнче çÿрекен ĕнесен çăвĕпе, унти сурăхсен сĕчĕпе, унти путексемпе сурăхсен, качака такисен паха ашĕпе, тутă тулăпа тăрантарса усрарĕ, эсĕ вара эрех, иçĕм çырли юнĕ, ĕçрĕн.
(15) Ентĕ [Иаков çирĕ,] Израиль самăрланчĕ, мăнаçланса çитрĕ; самăрăлса кайрĕ, мăнтăрланчĕ, çупа витĕнчĕ; вара хăйне пултарнă Турра пăрахрĕ, хăйне çăлакан тĕреке уями пулчĕ, манчĕ.
(16) Вĕсем Ăна ют турăсене иленнипе тарăхтарчĕç, Ăна [хăйсенĕн] ирсĕр ĕçĕсемпе çиллентерчĕç:
(17) Турра мар, шуйттансене парне кÿчĕç, унччен хăйсем пĕлмен турăсене, кÿршисенчен килнĕ çĕнĕ турăсене, аçăрсенĕн асĕнче те пулман турăсене, парне кÿрсе тăчĕç.
(18) Хăвна çуратнă Хÿтĕлевçе эсĕ мантăн, хăвна пултарнă Турра асăнта * Грекла куçарнинче: Турă Ангелĕсен йышне ку ра. та тытмарăн.
(19) Çÿлхуçамăр çакна курчĕ [те çилленчĕ], çилли тăвăлса çитнĕрен Хăйĕн ывăлĕсенчен, Хăйĕн хĕрĕсенчен пăрăнчĕ те
(20) каларĕ: Хамăн сăнăма вĕсенчен пытарăп, вĕсем мĕнле пĕтнине курăп: вĕсем — ирсĕрленнĕ йăх; вĕсем — тÿрĕлĕх мĕнне пĕлмен ачасем;
(21) вĕсем Мана турă маррипе тарăхтарчĕç, хăйсен ниме тăман йĕрĕхĕсемпе кÿрентерчĕç: Эпĕ те вĕсене халăх маррипе тарăхтарăп, ăссăр халăх аллине парса кÿрентерĕп;
(22) ĕнтĕ Манăн çиллĕм вутла хыпса илчĕ, тамăк тĕпне çитиех çунтарать, çĕре, çĕр çимĕçне вутçулăм апачĕ тăвать, тусен тĕпĕсене ĕнтсе хăварать;
(23) вĕсем çине пĕтĕм хĕнасапа пуçтарăп, вĕсем çине пĕр çĕмренĕм юлмиччен вĕçтерĕп:
(24) выçăпа хăрăнĕç вĕсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пĕтĕç вĕсем; вĕсене тискер кайăксен шăлĕсемпе, çĕлен-калта наркăмăшĕпе витерĕп;
(25) тул енчен вĕсене хĕç пĕтерсе пырĕ, килĕсенче каччи те, хĕрĕ те, кăкăр ачи те, кăвакарнă ватă та сехри хăпнипе вилсе выртĕç.
(26) Калăттăм Эпĕ: «сапаласа ярăп вĕсене, çынсем хушшинчен ячĕсене те пĕтерĕп»;
(27) тăшмансене тарăхтармашкăн халлĕхе апла тумарăм, вĕсен тăшманĕсем: «пирĕн аллăмăр çÿлте, çакна Çÿлхуçа мар, эпир турăмăр» тесе ан мухтанайччăр.
(28) Вĕсем ĕнтĕ — ăс-тăнне çухатнă халăх, вĕсем шухăшлама та пĕлмеççĕ.
(29) Ах, сĕмленесшухăшлас пулсассăн, хăйсене мĕн пуласса ăнкарас пулсассăн!
(30) Хÿтĕлевçĕ хăйсене тăшман аллине ÿкермесессĕн, Çÿлхуçа хăйсене тăшман аллине памасассăн, мĕнлеха пĕр çын — пин çынна, икĕ çын пинпин çынна пăхăнтармаçĕнтерме пултартăр?!
(31) Вĕсен хÿтĕлевçи пирĕн Хÿтĕлевçĕ пек мар; çакна пире тăшмансем хăйсемех кăтартса параççĕ.
(32) Вĕсенĕн иçĕмĕ — Содом иçĕм йывăçĕ, вĕсен иçĕмĕ — Гоморрă хирĕнчен килнĕскер; çырлисем вĕсен — наркăмăшлă çырласем, çупкăмĕсем вĕсен йÿçĕскерсем;
(33) вĕсенĕн эрехĕ — аçтаха наркăмăшĕ, аспид çĕленĕн вĕлерекен сĕлеки.
(34) Çакă Манăн вăрттăнлăхăм мари? Манăн управ вырăнĕсенче питĕрĕнсе тăмастьи вăл?
(35) Тавăрасси — Манра, урисен тĕрекĕ пĕтсессĕн, тивĕçлипе тавăрăп Эпĕ: пĕтес кунĕ çывăхах вĕсенĕн, кĕçех вĕсем валли хатĕрлени çитсе тăрĕ.
(36) Анчах Çÿлхуçамăр Хăйĕн халăхне сут тăвĕ, вĕсенĕн алли халсăрланнине курсассăн, килте те, тулашĕнче те никам та сыхланса юлманнине курсассăн, Хăйĕн чурисене хĕрхенĕ Вăл.
(37) Çавăн чухне [Çÿлхуçамăр] калĕ: туррисем ăçта вĕсен? хăйсем шанса тăнă тĕрекĕ ăçта вĕсен?
(38) вĕсен парнисенĕн çăвне çисе тăнă, парнисем çине юхтарнă эрехе ĕçсе тăнă туррисем ăçта? тăрса килччĕр çавсем, пулăшчăр сире, хÿтĕлесе, витсе тăччăр çавсем!
(39) Куратăр ĕнтĕ, [куратăр]: вăл Эпĕ, Эпĕ — Мансăр пуçне Турă çук: Эпĕ вĕлеретĕп те, чĕртетĕп те, Эпĕ ураран ÿкеретĕп, Эпех тÿрлетсе тăрататăп, никам та Ман аллăмран хăтараймĕ.
(40) Эпĕ аллăма тÿпенелле çĕклетĕп те [сылтăм аллăмпа тупа туса] калатăп: Эпĕ ĕмĕрех пур! тетĕп.
(41) Çиçсе тăракан хĕçĕме çивĕчлетсессĕн, аллăм сут тума тытăнсассăн, тăшманăмсене тавăрăп Эпĕ, Хама курайманнисене тивĕçлипе тавăрса парăп;
(42) çĕмренĕмсене тăраниччен юн ĕçтерĕп, хĕçĕм те вилнисен, тыткăна лекнисен ÿчĕпе, юнĕпе, тăшман пуçлăхĕсен пуçĕсемпе тăранĕ.
(43) [Эй пĕлĕтсем, Турăпа пĕрле савăнăр, эй Туррăн Ангелĕсем, пурте Ăна пуççапăр.] Эй суя тĕнлисем, Унăн халăхĕпе пĕрле савăнăр [Туррăн пур ывăлĕ те вăй илтĕр]! Вăл Хăйĕн чурисен юнĕшĕн тавăрать, Хăйĕн тăшманĕсене тивĕçлине тавăрса парать, [Хăйне курайманнисене те тавăрать,] çапла [Çÿлхуçамăр] Хăйĕн çĕрне, Хăйĕн халăхне тасатать!
(44) [Çавă кун Моисей çак юрра çырнă та ăна Израиль ывăлĕсене вĕрентнĕ.] Моисей [халăх патне] пынă та Иисуспа, Нав ывăлĕпе, пĕрле çак юрă сăмахĕсене пурне те халăха сасăпа вуласа панă.
(45) Моисей, пĕтĕм Израиль халăхне çак сăмахсене пурне те каласа пĕтерсессĕн,
(46) вĕсене каланă: эпĕ сире паян каласа пĕлтернĕ пур сăмаха та хăвăр чĕрĕре хывăр, вĕсене хăвăр ачăрсене вĕрентсе хăварăр: вĕсем çак саккунăн пур сăмахне те пурăнăçласа пыма тăрăшчăр;
(47) мĕншĕн тесессĕн вăл сирĕншĕн пушă сăмах мар, вăл — сирĕн пурăнăçăр, вăл пулăшнипе эсир Иордан урлă каçса хăвăр аллăра илме каякан çĕр çинче нумай вăхăт пурăнатăр, тенĕ.
(48) Çÿлхуçа вара Моисее шăп çав кунхинех çапла каланă:
(49) Моав çĕрĕнчи çак Аварим тăвĕ çине, Иерихон хулипе тĕлметĕл ларакан Нево тăвĕ çине хăпар та Эпĕ Израиль ывăлĕсене еткерлĕхе паракан Ханаан çĕрĕ çине пăхса ил;
(50) вара ху улăхнă ту çинче, Аарон пиччÿ Ор тăвĕ çинче вилсе хăйĕн халăхĕпе пĕрлешнĕ пек, эсĕ те вилсе хăвăн халăхупа пĕрлеш:
(51) Син пушхирĕнче, Кадесри Мерива шывĕ хĕрринче эсир Ман умăмра çылăха кĕтĕр, Израиль ывăлĕсем хушшинче Манăн сăваплăхăма кăтартмарăр, çавăншăн санăн çапла вилмелле пулĕ;
(52) хăвăн умунта эсĕ ĕнтĕ Эпĕ Израиль ывăлĕсене паракан çĕре курăн, анчах ху унта кĕреймĕн, тенĕ.
Пай 33
(1) Моисей, Турă çынни, хăй вилес умĕн Израиль ывăлĕсене халалласа панă пиллĕх çакă.
(2) Вăл каланă: Çÿлхуçа Синай енчен килчĕ, вĕсене Сеир патĕнчен курăнчĕ, Фаран тăвĕ енчен çиçсе тухрĕ те пинпин святойпа пĕрле çитрĕ; Унăн сылтăм енче — саккун вучĕ.
(3) Вăл [Хăйĕн] халăхне чăнчăнах юратать; унăн пур святойĕ те Санăн аллунта, Санăн сăмахусене тăнласшăн вĕсем Санăн уру умне ÿкрĕç.
(4) Пире Моисей саккун пачĕ, ку саккун — Иаков халăхĕн еткерĕ.
(5) Халăх пуçлăхĕсем Израиль йăхĕсемпе пĕрле пуçтарăннă чухне Моисей Израиль патшиччĕ.
(6) Чĕрĕ тăтăр Рувим, ан вилтĕр, [Си меон та] пĕчĕк йышлă ан пултăр!
(7) Иуда çинчен çапла каланă: эй Çÿлхуçамăм, илтсемччĕ Иуда сассине, ăна хăй халăхĕ патне илсе пырсамччĕ; хăйне вăл хăйĕн аллипе хÿтĕлетĕр, Эсĕ ăна тăшманĕсене хирĕç тăма пулăшсамччĕ.
(8) Левий çинчен те каланă: туммим — Санăн, урим та — Санăн, вĕсем Хăвăн сăваплă çынну çийĕнче, Эсĕ ăна Масса теекен вырăнта сăнаса пăхнă, Эсĕ унпа Мерива шывĕ хĕрринче тавлашса курнă,
(9) хăйĕн ашшĕпе амăшĕ çинчен вăл: «эпĕ вĕсем çине пăхмастăп» тет, вăл хăйĕн тăванĕсене те палламасть, хăйĕн ывăлĕсене те пĕлмест: вĕсем, Левитсем, Санăн сăмахусене сыхлаççĕ, Санăн халална упраççĕ,
(10) Санăн саккунусене Иакова, Санăн ÿкĕтÿсене Израиле вĕрентеççĕ, Санăн умунта ырă шăршă тĕтĕреççĕ, парне кÿрекен вырăну çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿреççĕ;
(11) эй Çÿлхуçамăм, унăн вăйхалне пилле, алли тăвас ĕçне кăмăлла, ăна хирĕç тăракансене, ăна курайманнисене ури çине тăмалла мар çапса салат.
(12) Вениамин çинчен каланă: Çÿлхуçамăр саваканскер Ун патĕнче шанчăклă пурăнать, [Турă] куллен ун хутне кĕрсе тăрать, вăл Унăн хулпуççийĕ çинче канлĕ пурăнать.
(13) Иосиф çинчен каланă: унăн çĕрне Çÿлхуçамăр тÿпен ытарайми парнисене пиллесе тăтăр, сывлăм патăр, аялта выртакан тĕпсĕрлĕхĕн парнине патăр,
(14) хĕвелĕн ытарайми ырăлăхне, уйăхăн ытарайми ырăлăхне,
(15) авалхи тусен хÿхĕм парнине, ĕмĕрхи сăртсен ытарайми ырăлăхне,
(16) çĕрĕн ытарайми ырăлăхне, унăн туптулли пуянлăхне пиллетĕр; йĕплĕ тĕмĕ варринчен Курăнни пиллетĕр ăна, Иосиф пуçĕ çине, тăванĕсенчен чи лайăххийĕн лĕпки çине, Унăн пиллĕхĕ çиттĕр;
(17) вăл малтан çуралнă пăру пек тĕреклĕ, мăйраки унăн — буйвол мăйракийĕ; вăл пур халăха та çĕр чиккине çитиех сĕксе тухĕ: Ефрем тĕменĕсем ĕнтĕ кусем, Манассиян пинпин çыннисем.
(18) Завулон çинчен каланă: эй Завулон, хăвăн çулупа çÿресе савăн, эй Иссахар, эсĕ те хăвăн чатăрусенче савăн;
(19) вĕсем халăха ту çине чĕнсе пуçтараççĕ, унта, саккун хушнă пек, парне кÿме выльăх пусаççĕ: вĕсем тинĕс пуянлăхĕпе, хăйăр айĕнче выртакан мулпала тăранса пурăнаççĕ.
(20) Гад çинчен каланă: Гад йăхне хунаттарса яракан — мухтавлă; вăл — арăслан пек, тăшманĕсен аллиурине те, пуçне те çапса салатать;
(21) вăл хăйне валли çĕрĕн пуçламăшне суйласа илчĕ, саккун паракан ăна еткерлĕх вырăнне хучĕ, вăл халăх пуçлăхĕсемпе килчĕ, Çÿлхуçа умĕнче тÿрĕ пулчĕ, Израильшĕн мĕн тумаллине пурне те турĕ.
(22) Дан çинчен каланă: Дан вăл — Васанран чупса тухакан çамрăк арăслан.
(23) Неффалим çинчен каланă: Çÿлхуçа Неффалима кăмăллать, ăна туптулли ырăлăх пиллет; унăн аллинче — кăнтăр енĕпе тинĕс.
(24) Асир çинчен каланă: Асир Израиль ывăлĕсем хушшинче мухтавлă, ăна хăйĕн тăванĕсем юратса тăрĕç, урине вăл йывăç çăвне чикĕ;
(25) тимĕрпе пăхăр — санăн хапхусем; пурăнас кунусем пекех, пуянлăху хушăнса пырĕ санăн.
(26) Израиль Турри евĕрли урăх çук, Хăйĕн мухтавлăхне кăтартса, пĕлĕт çинче сана пулăшмашкăн тÿперен Вăл çитрĕ;
(27) [санăн] тарса хăтăлмалли вырăну — авалхи Турă, [эсĕ] ĕмĕрхи хăват хÿттинче тăратăн; тăшманусене Вăл сан умăнтан хăваласа ярĕ те: «пĕтер вĕсене!» тейĕ.
(28) Израиль тăнăçлă, пĕччен пурăнать; хăй умĕнче Иаков куçĕ илпеклĕ çĕр курса тăрать: тыррипулли, эрехĕ туптулли, пĕлĕчĕсем унта сывлăм тумлатаççĕ.
(29) Эй Израиль, эсĕ телейлĕ! кам пурши сан пекки? сана Çÿлхуçа упраса тăрать, Вăл — сана сыхласа тăракан хулкан, санăн мухтавлă хĕçÿ! Тăшманусем сан умунта хăйсене чурасем пек тытаççĕ, эсĕ вĕсене ĕнсерен пусса тăратăн.
Пай 34
(1) Моисей ĕнтĕ Моав тÿремлĕхĕнчен Нево тăвĕ çине, Иерихон хулипе тĕлметĕл ларакан Фасга теекен ту тăррине улăхнă та, Çÿлхуçа ăна мĕнпур Галаад çĕрне Дан таранах,
(2) Неффалимăн пĕтĕм [çĕрне], Ефремпа Манассиян [пĕтĕм] çĕрне, Иудăн пĕтĕм çĕрне анăç тинĕсне çитиех
(3) тата кăнтăр енчи çĕршывпа Иерихон айлăмĕнчи тÿремлĕхе, Пальма хулине, Сигор хули таранах кăтартнă.
(4) Çÿлхуçа вара ăна каланă: Эпĕ Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса: «ăна санăн вăрлăхна паратăп» тесе каланă çĕр акă; Эпĕ сана ăна хăвăн куçупа курма патăм, анчах эсĕ унта кĕреймĕн, тенĕ.
(5) Вара Çÿлхуçа чури Моисей, Çÿлхуçа каланă пек, çавăнта, Моав çĕрĕ çинче, вилнĕ;
(6) ăна Моав çĕрĕнчех, Беф-Фегорпа тĕлметĕл айлăмра, пытарнă, хăш вырăна пытарнине вара мĕн паянхи кунчченех никам та пĕлмест.
(7) Вилнĕ чухне Моисей çĕр çирĕм çулта пулнă; анчах унăн куç çутийĕ те сÿнмен пулнă, вăйĕ те чакман пулнă.
(8) Израиль ывăлĕсем Моисейшĕн хурланса Моав тÿремлĕхĕнче [Иерихон çывăхĕнчи Иордан хĕрринче] вăтăр кун хушши хÿхленĕ. Çапла Моисейшĕн хурланса хÿхлес кунсем иртсе кайнă.
(9) Ĕнтĕ Нав ывăлĕ Иисус ăслăлăх сывлăшĕпе хăватлăланнă, мĕншĕн тесессĕн Моисей ун çине хăйĕн аллине хунă пулнă; Израиль ывăлĕсем вара ăна итлесе пурăннă, пур ĕçе те Çÿлхуçа Моисее хушнă пек туса пынă.
(10) Моисей пек пророк Израилĕн урăх пулман: Çÿлхуçа унпа куçакуçăн калаçнă,
(11) Çÿлхуçа ирĕкĕпе вăл Египет çĕрĕнче фараонпа унăн мĕнпур чури тĕлĕшĕнчен, унăн пĕтĕм çĕрĕ тĕлĕшĕнчен паллăсемпе кĕтретсем нумай кăтартнă,
(12) пĕтĕм Израиль умĕнче аслă кĕтретсем тунă, алли хăватлă пулнă унăн.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] Тухни Левит Йыша шутлани Саккуна астутарни Иисус Навин кĕнеки Израиль тÿрисен кĕнеки Руфь кĕнеки […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Тухни Левит Йыша шутлани Саккуна астутарни Иисус Навин кĕнеки Израиль тÿрисен кĕнеки Руфь кĕнеки […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] (6) Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, сана Египет çĕрĕнчен, ху чура пулса пурăннă çуртран, илсе тухнă Турă. (7) Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр. [Саккуна астутарни 5] […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] каланă: авăн атакан вăкăрăн çăварне ан пÿл, тенĕ. (Втор. XXV—4). Вăкăрсемшĕн тăрăшат-и Турă? Йе çак сăмаха пирĕншен […]
КилĕштересКилĕштерес