Йыша Шутлани


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Моисейĕн Тăваттăмĕш Кĕнеки

Йыша шутлани

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎1‎

(‎1‎) Израиль ывăлĕсен халăхĕ Египет çĕрĕнчен тухни иккĕмĕш çула кайсассăн, иккĕмĕш ‎уйăхăн пĕрремĕш [кунĕнче], Синай пушхирĕнче, пуху чатăрĕнче, Çÿлхуçа Турă Моисее çапла ‎каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсен халăхĕн мĕнпур арçыннине вĕсен йăхĕсем тăрăх, вĕсен кил-йышĕ ‎тăрăх, вĕсен ячĕсем тăрăх йăлтах шутласа тухăр:‎

(‎3‎) Израилĕн вăрçа юрăхлă пĕтĕм çыннине — çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан ‎аслăраххисене — хăйсен çар ушкăнĕсем тăрăх шутласа тухăр, Ааронпа иксĕр шутласа тухăр;‎

(‎4‎) сирĕнпе пĕрле каш ни йăхран пĕрер çын, хăй йăхĕнче пуç пулса тăраканскер, пулмалла.‎

(‎5‎) Сирĕнпе пĕрле пулмалли çынсен ячĕсем акă çаксем: Рувим йăхĕнчен Елицур, Шедеур ‎ывăлĕ;‎

(‎6‎) Симеон йăхĕнчен Шелумиил, Цуришаддай ывăлĕ;‎

(‎7‎) Иуда йăхĕнчен Наассон, Аминадав ывăлĕ;‎

(‎8‎) Иссахар йăхĕнчен Нафанаил, Цуар ывăлĕ;‎

(‎9‎) Завулон йăхĕнчен Елиав, ХЕлон ывăлĕ;‎

(‎10‎) Иосиф ывăлĕсенчен: Ефрем йăхĕнчен Елишама, Аммиуд ывăлĕ; Манассия йăхĕнчен ‎Гамалиил, Педацур ывăлĕ; пВениамин йăхĕнчен Авидан, Гидеоний ывăлĕ;‎

(‎12‎) Дан йăхĕнчен Ахиезер, Аммишаддай ывăлĕ;‎

(‎13‎) Асир йăхĕнчен Пагиил, Охран ывăлĕ;‎

(‎14‎) Гад йăхĕнчен Елиасаф, Регуил ывăлĕ;‎

(‎15‎) Неффалим йăхĕнчен Ахира, Енан ывăлĕ.‎

(‎16‎) Вĕсем — халăх хушшинчи чи сумлă арсем, хăйсен ашшĕсенĕн йăхĕсен пуçлăхĕсем, ‎Израилĕн пин çын пуçлăхĕсем, тенĕ.‎

(‎17‎) Вара Моисейпе Аарон ятран каласа тухнă çав çынсене илнĕ те

(‎18‎) иккĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш [кунĕнче] вĕсем пĕтĕм халăха пуçтарнă. Çыннисем хăйсен ‎йăхĕ-кăкĕ çинчен хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх пĕтĕмпе ‎каласа панă, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем миçе çын пулнине пĕлтернĕ,‎

(‎19‎) çапла вĕсем Çÿлхуçа Моисее хушнă пек тунă. Моисей вĕсене Синай пушхирĕнче шутласа ‎тухнă.‎

(‎20‎) Израилĕн малтанхи ывăлĕн Рувимăн ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем ‎тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; пур арçынна пĕтĕмпе шутласа ‎тухсассăн, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎21‎) Рувим кăкĕнче хĕрĕх ултă пин те пилĕкçĕр çын пулнă.‎

(‎22‎) Симеон ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ ‎тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; пур арçынна пĕтĕмпе шутласа тухсассăн, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎23‎) Симеон кăкĕнче аллă тăхăр пин те виççĕр çын пулнă.‎

(‎24‎) Гад ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх, ‎ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм çулхисенчен ‎пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎25‎) Гад кăкĕнче хĕрĕх пилĕк пин те ултçĕр аллă çын пулнă.‎

(‎26‎) Иуда ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх, ‎ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм çулхисенчен ‎пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎27‎) Иуда кăкĕнче çитмĕл тăватă пин те ултçĕр çын пулнă.‎

(‎28‎) Иссахар ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ ‎тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎29‎) Иссахар кăкĕнче аллă тăватă пин те тăватçĕр çын пулнă.‎

(‎303‎) авулон ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ ‎тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎31‎) Завулон кăкĕнче аллă çичĕ пин те тăватçĕр çын пулнă.‎

(‎32‎) Иосиф ывăлĕсене, Ефрем ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, ‎хăйсен кил-йышĕ тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа ‎тухсассăн, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎33‎) Ефрем кăкĕнче хĕрĕх пин те пилĕкçĕр çын пулнă.‎

(‎34‎) Манассия ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ ‎тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎35‎) Манассия кăкĕнче вăтăр икĕ пин те икçĕр çын пулнă.‎

(‎36‎) Вениамин ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ ‎тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎37‎) Вениамин кăкĕнче вăтăр пилĕк пин те тăватçĕр çын пулнă.‎

(‎38‎) Дан ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх, ‎ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсас сăн, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎39‎) Дан кăкĕнче утмăл икĕ пин те çичçĕр çын пулнă.‎

(‎40‎) Асир ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх, ‎ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм çулхисенчен ‎пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎41‎) Асир кăкĕнче хĕрĕх пĕр пин те пилĕкçĕр çын пулнă.‎

(‎42‎) Неффалим ывăлĕсене хăйсен йăхĕсем тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ ‎тăрăх, ячĕсен шучĕ тăрăх шутласа тухнă; [пур арçынна пĕтĕмпе] шутласа тухсассăн, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎43‎) Неффалим кăкĕнче аллă виçĕ пин те тăватçĕр çын пулнă.‎

(‎44‎) Моисейпе Аарон тата Израиль пуçлăхĕсем — вуникĕ çын, кашни йăхран пĕрер çын — ‎шутласа тухса шута кĕртнĕ çынсем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎45‎) Кил-йышĕ тăрăх шутласа тухса пĕтĕмпе шута илнĕ Израиль ывăлĕсем, çирĕм ‎çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, вăрçа юрăхлисем,‎

(‎46‎) шута илнисем, Израиль халăхĕн мĕнпурĕ ултçĕр виçĕ пин те пилĕкçĕр аллă çын пулнă.‎

(‎47‎) Левитсене вара ашшĕсен ăрăвĕсем тăрăх шутласа тухман, çав шута кĕртмен.‎

(‎48‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎49‎) Левий йăхне çеç шута ан ил, вĕсене Израиль ывăлĕсемпе пĕрле ан шутла;‎

(‎50‎) Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрне, унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне, ун таврашĕнче мĕн ‎пуррине пурне те Левитсен аллине пар; вĕсем кĕлĕ чатăрĕпе унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне йăтса ‎çÿреччĕр, ун таврашĕнче ĕçлесе тăччăр, хăйсен тапăрне те ун çывăхне лартса тухчăр;‎

(‎51‎) кĕлĕ чатăрне куçарса каймалла пулсассăн та, ăна Левитсем çĕклеччĕр; кĕлĕ чатăрне ‎лартмалла пулсассăн та, ăна каллех Левитсем лартчăр; кам та пулин урăх çын пырса ‎çулăхсассăн, ăна вĕлерме тытса памалла.‎

(‎52‎) Израиль ывăлĕсем кашнийĕ хăйсен тапăрне ларса тухмалла, хăйсен ялавĕ çумĕнче, ‎хăйсен çарĕпе пĕрле пулмалла;‎

(‎53‎) Израиль ывăлĕсен халăхне çилленни ан пултăр тесе, Левитсем хăйсен тапăрне Турă ‎ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрĕ çывăхне лартмалла; çапла вара Левитсем яланах Турă ирĕкне ‎пĕлтерекен кĕлĕ чатăрне сыхласа тăрĕç, тенĕ.‎

(‎54‎) Израиль ывăлĕсем вара çапла тунă; Çÿлхуçа Моисее епле хушнă, çапла тунă та вĕсем.‎

Пай ‎2‎

(‎1‎) Турă Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсем кашнийĕ хăйĕн чатăрне хăйсен ялавĕ çумне, хăйсен кил-йышĕн ‎паллисем патне лартмалла; хăйсен тапăрне вĕсен пуху чатăрĕ умне ун тавра лартса тухмалла.‎

(‎3‎) Мал енне, тухăç еннелле, хăйсен тапăрĕн элемĕпе çарĕсен ушкăнĕсене Иуда йăхĕ лартĕ. ‎Иуда ывăлĕсен пуçлăхĕ Наассон, Аминадав ывăлĕ,‎

(‎4‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче çитмĕл тăватă пин те ултçĕр çын;‎

(‎5‎) ун хыççăн Иссахар йăхĕ тапăр лартĕ, Иссахар ывăлĕсен пуçлăхĕ Нафанаил, Цуар ывăлĕ,‎

(‎6‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче аллă тăватă пин те тăватçĕр çын;‎

(‎7‎) ‎[унтан] Завулон йăхĕ [тапăр лартĕ], Завулон ывăлĕсен пуçлăхĕ Елиав, ХЕлон ывăлĕ,‎

(‎8‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче аллă çичĕ пин те тăватçĕр çын;‎

(‎9‎) Иуда тапăрĕн шутне кĕнисем, çар ушкăнĕсем тăрăх шутласа тухсассăн, мĕнпурĕ çĕр ‎сакăрвун ултă пин те тăватçĕр çын; малтан вĕсен тапранмалла.‎

(‎10‎) Рувим тапăрĕн элемĕпе çарĕсен ушкăнĕсем кăнтăр енче пулмалла, Рувим ывăлĕсен ‎пуçлăхĕ Елицур, Шедеур ывăлĕ, пунăн шута кĕнĕ çарĕнче хĕрĕх ултă пин те пилĕкçĕр çын;‎

(‎12‎) ун çумне хăйĕн тапăрне Симеон йăхĕ лартĕ, Симеон ывăлĕсен пуçлăхĕ Шелумиил, ‎Цуришаддай ывăлĕ,‎

(‎13‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче аллă тăхăр пин те виççĕр çын;‎

(‎14‎) унтан Гад йăхĕ, Гад ывăлĕсен пуçлăхĕ Елиасаф, Регуил ывăлĕ,‎

(‎15‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче хĕрĕх пилĕк пин те ултçĕр аллă çын;‎

(‎16‎) Рувим тапăрĕн шутне кĕнисем, çар ушкăнĕсем тăрăх шутласа тухсассăн, мĕнпурĕ çĕр ‎аллă пĕр пин те тăватçĕр аллă çын; вĕсем иккĕмĕшсем пулса тапранмалла.‎

(‎17‎) Пуху чатăрĕ тапранса кайсассăн, Левитсен тапăрĕ ытти тапăрсен варринче пулĕ. ‎Чарăнса тăнă чухне мĕнле тăраççĕ, кайма та çав халлĕнех, кашнийĕ хăй вырăнĕнче, хăйсен ‎ялавĕ тавра пырас пулать.‎

(‎18‎) Ефрем тапăрĕн элемĕпе çарĕсен ушкăнĕсене анăç енне лартмалла, Ефрем ывăлĕсен ‎пуçлăхĕ Елишама, Аммиуд ывăлĕ,‎

(‎19‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче хĕрĕх пин те пилĕкçĕр çын;‎

(‎20‎) ун çумĕнче Манассия йăхĕ, Манассия ывăлĕсен пуçлăхĕ Гамалиил, Педацур ывăлĕ,‎

(‎21‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче вăтăр икĕ пин те икçĕр çын;‎

(‎22‎) унтан Вениамин йăхĕ, Вениамин ывăлĕсен пуçлăхĕ Авидан, Гидеоний ывăлĕ,‎

(‎23‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче вăтăр пилĕк пин те тăватçĕр çын;‎

(‎24‎) Ефрем тапăрĕн шутне кĕнисем, çар ушкăнĕсем тăрăх шутласа тухсассăн, мĕнпурĕ çĕр ‎сакăр пин те çĕр çын; вĕсем виççĕмĕшсем пулса тапранмалла.‎

(‎25‎) Дан тапăрĕн элемĕпе çарĕсен ушкăнĕсене çурçĕр енне лартмалла, Дан ывăлĕсен ‎пуçлăхĕ Ахиезер, Аммишаддай ывăлĕ,‎

(‎26‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче утмăл икĕ пин те çичçĕр çын;‎

(‎27‎) ун çумне Асир йăхĕ тапăр лартĕ, Асир ывăлĕсен пуçлăхĕ Пагиил, Охран ывăлĕ,‎

(‎28‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче хĕрĕх пĕр пин те пилĕкçĕр çын;‎

(‎29‎) унтан малалла Неффалим йăхĕ [тапăр лартĕ], Неффалим ывăлĕсен пуçлăхĕ Ахира, ‎Енан ывăлĕ,‎

(‎30‎) унăн шута кĕнĕ çарĕнче аллă виçĕ пин те тăватçĕр çын;‎

(‎31‎) Дан тапăрĕн шутне кĕнисем мĕнпурĕ çĕр аллă çичĕ пин те ултçĕр çын; вĕсен хăйсен ‎ялавĕсем тавра тăрса хыçалтан пымалла, тенĕ.‎

(‎32‎) Кил-йышĕ тăрăх шутласа тухса шута илнĕ Израиль ывăлĕсем çаксем ĕнтĕ. Тапăрсенче ‎çар ушкăнĕсем тăрăх шутласа шута кĕнисем мĕнпурĕ ултçĕр виçĕ пин те пилĕкçĕр аллă çын ‎пулнă.‎

(‎33‎) Çÿлхуçа Моисее çапла хушнипе Левитсем Израиль ывăлĕсемпе пĕрле пĕр шута кĕмен.‎

(‎34‎) Çÿлхуçа Моисее мĕнле хушнă, Израиль ывăлĕсем пĕтĕмпех çавăн пек тунă: ‎тапăрăнтапăрăн хăйсен ялавĕсем тавра вырăнаçса тухнă, кайнă чухне те кашнийĕ хăйĕн ‎ăрăвĕпе, хăйĕн кил-йышĕпе пынă. ‎

Пай ‎3‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисейпе Синай тăвĕ çинче калаçнă вăхăтри Ааронпа Моисейĕн йăхĕ акă çакă,‎

(‎2‎) Аарон ывăлĕсен ячĕсем акă çаксем: малтанхи ывăлĕ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата ‎Ифамар; Зкусем — Ааронăн çу сĕрсе священника лартнă ывăлĕсем, вăл вĕсене Турра халалласа ‎кĕлĕ йĕрки туса тăма лартнă;‎

(‎4‎) анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирĕнче Çÿлхуçа умне ют вут илсе пынă та Çÿлхуçа ‎умĕнчех вилсе кайнă, вĕсен ачапăча пулман; вара хăйсен ашшĕпе Ааронпа пĕрле священникра ‎тăма Елеазарпа Ифамар çеç юлнă.‎

(‎5‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎6‎) Левий йăхне илсе кил те ăна Аарон священник умне тăрат, вĕсем ăна пăхăнса ĕçлесе ‎тăччăр;‎

(‎7‎) вĕсем вара уншăн та, пĕтĕм халăхшăн та пуху чатăрĕнче ĕçлесе тăмашкăн яланах кĕлĕ ‎чатăрĕ патĕнче пулччăр;‎

(‎8‎) пуху чатăрĕн мĕнпур япалине вĕсем сыхласа усраччăр, Израиль ывăлĕсемшĕн ĕçлесе ‎тăмашкăн кĕлĕ чатăрĕ патĕнче пулччăр;‎

(‎9‎) Левитсене Аарона [хăвăн пиччÿне] тата унăн [священникра тăракан] ывăлĕсен аллине ‎пар: Израиль ывăлĕсенчен вĕсем Аарон аллинче пулччăр;‎

(‎10‎) Ааронпа унăн ывăлĕсене [Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрне] пар: вĕсем хăйсен ‎священника тивĕç ĕçне туса тăччăр [тата парне вырăнĕпе чаршавăн шал енче мĕн пуррине ‎пурне те пăхса тăччăр]; унта кам та пулин урăх çын пырса çулăхсассăн, ăна вĕлерме тытса ‎памалла, тенĕ. пÇÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎12‎) акă Эпĕ Израилĕн вар уçса çуралакан мĕнпур малтанхи ывăлĕсем вырăнне Израиль ‎ывăлĕсен хушшинчен Левитсе не илтĕм [вĕсем çавсем вырăнне пулĕç]; Левитсем Манăн ‎пулмалла,‎

(‎13‎) мĕншĕн тесессĕн малтан çуралнисем пурте — Манăн; Эпĕ Египет çĕрĕнче малтан ‎çуралнă мĕнпур ывăл ачана пĕтерсе тухнă кун Израилĕн малтан çуралнисене — этемрен ‎пуçласа выльăх таранах — Хама халалларăм; вĕсем Манăн пулмалла. Эпĕ Çÿлхуçа, тенĕ.‎

(‎14‎) Çÿлхуçа Моисее Синай пушхирĕнче çапла тесе каланă:‎

(‎15‎) Левий ывăлĕсене вĕсен кил-йышĕ тăрăх, вĕсен ăрăвĕсем тăрăх шутласа тух; арçынĕсене, ‎пĕр уйăхрисенчен пуçласа унтан аслăраххисене, пурне те шутласа тух, тенĕ.‎

(‎16‎) Вара Моисей [тата Аарон] вĕсене Çÿлхуçа каланă пек, Вăл хушнă пек шутласа тухнă.‎

(‎17‎) Акă Левий ывăлĕсен ячĕсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.18‎

(‎19‎) Кааф ывăлĕсем, ăру пуçĕсем: Амрам тата Ицгар, Хеврон тата Узиил.‎

(‎20‎) Мерари ывăлĕсем, ăру пуçĕсем: Махли тата Муши. Акă Левий ăрăвĕсен кил-йышĕ.‎

(‎21‎) Гирсонран Ливни ăрăвĕпе Шимей ăрăвĕ пулса кайнă: çаксем Гирсон ăрăвĕсем пулаççĕ.‎

(‎22‎) Пĕр уйăхрисенчен пуçласа унтан аслăраххисене шута илсессĕн, арçынсем мĕнпурĕ çичĕ ‎пин те пилĕкçĕр çын пулнă.‎

(‎23‎) Гирсон ăрăвĕсен хăйсен тапăрне кĕлĕ чатăрĕ хыçне, анăç енне, лартмалла;‎

(‎24‎) Гирсон ывăлĕсен ăрăвĕсен пуçлăхĕ Елиасаф, Лаел ывăлĕ;‎

(‎25‎) Гирсон ывăлĕсене пуху чатăрĕнче кĕлĕ чатăрĕпе унăн çивиттине, пуху чатăрне кĕмелли ‎вырăнта çакăнса тăракан чаршава,‎

(‎26‎) картиш каррисене, кĕлĕ чатăрĕпе парне вырăнĕ йĕритавра çавăрнă картишне кĕмелли ‎вырăнти чаршава, кĕлĕ чатăрĕн вĕренĕсемпе унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне астума хушмалла.‎

(‎27‎) Каафран Амрам ăрăвĕпе Ицгар ăрăвĕ тата Хеврон ăрăвĕ, тата Узиил ăрăвĕ пулса кайнă: ‎çаксем Кааф ăрăвĕсем пулаççĕ.‎

(‎28‎) Пĕр уйăхрисенчен пуçласа унтан аслăрах мĕнпур арçын шучĕ сакăр пин те ултçĕр çын, ‎вĕсем сăваплă вырăна хуралласа тăнă.‎

(‎29‎) Кааф ывăлĕсен ăрăвĕсем хăйсен тапăрне кĕлĕ чатăрĕн кăнтăр енне лартмалла;‎

(‎30‎) Кааф ăрăвĕсен пуçлăхĕ вара Елцафан, Узиил ывăлĕ;‎

(‎31‎) вĕсем пăхмалли япаласем: саккун арчи, сĕтел, çутаткăç, парне вырăнĕсем, кĕлĕ тунă ‎чухне тыткалакан сăваплă савăтсапа, чаршавпа унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрĕ.‎

(‎32‎) Левитсен пуçлăхĕсен пуçлăхĕ — Елеазар, Аарон священник ывăлĕ; сăваплă вырăна ‎хураллама хушнисене вăл пăхса тăрĕ.‎

(‎33‎) Мерарирен Махли ăрăвĕпе Муши ăрăвĕ пулса кайнă: çаксем Мерари ăрăвĕсем пулаççĕ;‎

(‎34‎) шутласа тухнă арçынсем, пĕр уйăхрисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, мĕнпурĕ ултă ‎пин те икçĕр çын;‎

(‎35‎) Мерари ăрăвĕсен пуçлăхĕ Цуриил, Авихаил ывăлĕ; вĕсен хăйсен тапăрне кĕлĕ чатăрĕн ‎çурçĕр енне лартмалла;‎

(‎36‎) Мерари ывăлĕсене кĕлĕ чатăрĕн пăрăсĕсемпе каштисене, унăн юписене, унăн тĕпĕсене, ‎унăн мĕнпур япалипе пĕтĕм хатĕрхĕтĕрне астуса тăма хушмалла

(‎37‎) тата вĕсене картишĕн пур енчи юписемпе вĕсен тĕпĕсене, вĕсен шалчисемпе вĕренĕсене ‎астуса тăма хушмалла.‎

(‎38‎) Кĕлĕ чатăрĕн мал енне, пуху чатăрĕ умне, тухăç енне, Моисей тата Израиль ывăлĕсен ‎вырăнне сăваплă вырăна астуса тăракан Ааронпа унăн ывăлĕсем тапăр лартмалла; унта кам та ‎пулин урăх çын пырса çулăхсассăн, ăна вĕлерме тытса памалла.‎

(‎39‎) Çÿлхуçа хушнипе Моисейпе Аарон Левитсен ăрăвĕсем тăрăх мĕнпур арçыннине, пĕр ‎уйăхрисенчен пуçласа унтан аслăраххисене, пурне те шутласа тухнă; шута илнĕ Левитсем ‎мĕнпурĕ çирĕм икĕ пин çын пулнă.‎

(‎40‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: Израиль ывăлĕсем хушшинчен малтан çуралнисене, пĕр ‎уйăхрисенчен пуçласа унтан аслăраххисене, пурне те шутласа тух, вĕсене ят тăрăх шутла;‎

(‎41‎) Израилĕн малтан çуралнă пĕтĕм ывăлĕ вырăнне эсĕ Ман валли Левитсене ил: Эпĕ ‎Çÿлхуçа. Израиль ывă лĕсен малтан çуралнă мĕнпур выльăхĕ вырăнне Левитсен ‎выльăхчĕрлĕхне ил, тенĕ.‎

(‎42‎) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, Моисей Израилĕн малтан çуралнă пĕтĕм ывăлне шутласа ‎тухнă,‎

(‎43‎) вара ячĕсем тăрăх шутласа тухсассăн, малтан çуралнă ывăлсем, пĕр уйăхрисенчен ‎пуçласа унтан аслăраххисем, мĕнпурĕ çирĕм икĕ пин те икçĕр çитмĕл виçĕ çын пулнă.‎

(‎44‎) Унтан Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎45‎) Израиль ывăлĕсенчен илмелли малтан çуралнă мĕнпур арçын ача вырăнне эсĕ ‎Левитсене ил, вĕсен выльăхĕ вырăнне Левитсен выльăхне ил; Левитсем Манăн пулччăр. Эпĕ ‎Çÿлхуçа.‎

(‎46‎) Левитсемпе танлаштарсассăн, Израилĕн малтан çуралнă арçын ачисем икçĕр çитмĕл ‎виçĕ çын ытларах, вĕсене тÿлесе илмешкĕн

(‎47‎) кашни çыншăн пилĕкшер сикль ил, таса сикль виçипе ил, сикльре çирĕм гера пултăр,‎

(‎48‎) Левитсен шутĕнчен иртнисемшĕн тÿленĕ çакă кĕмĕле Ааронпа унăн ывăлĕсене пар, ‎тенĕ.‎

(‎49‎) Моисей вара Левитсен шутĕнчен ытларах пулнисем вырăнне тÿленĕ кĕмĕле илнĕ.‎

(‎50‎) Израилĕн малтан çуралнă арçын ачисемшĕн вăл таса сикль виçипе пин те виççĕр утмăл ‎пилĕк [сикль] кĕмĕл илнĕ;‎

(‎51‎) Моисей, Çÿлхуçа каланă пек, хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, [ытлашши пулнисемшĕн] тÿленĕ ‎кĕмĕле Ааронпа унăн ывăлĕсене панă. ‎

Пай ‎4‎

(‎1‎) Унтан Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Левий ывăлĕсем хушшинчен Кааф ывăлĕсене хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ ‎тăрăх шутласа тух, Зпуху чатăрĕнче ĕçлесе тăмашкăн ĕçе юрăхлисене пурне те, вăтăр ‎çулхисенчен пуçласа аллă çула çитнисем таран, шутласа тух.‎

(‎4‎) Кааф ывăлĕсем [çак Левитсем хăйсен ăрăвĕпе, хăйсен кил-йышĕпе] пуху чатăрĕнче ‎ĕçлемелли ĕç акă: вĕсен Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме йăтса çÿремелле.‎

(‎5‎) Тапăрăн çула тапранса тухмалла пулсассăн, Ааронпа унăн ывăлĕсем кĕрĕç те, хупăрласа ‎тăракан чаршава илсе, унпа Турă ирĕкне пĕлтере кен саккун арчине витĕç;‎

(‎6‎) унтан ун çине кăвак тĕслĕ сăрантан тунă çивитти витĕç, çиелтен пĕтĕмĕшпе сенкер ‎çăмран тунă вителĕк витĕç, вара каштисене тăхăнтартса хурĕç;‎

(‎7‎) Турă умне хумалли çăкăрсен сĕтелне те сенкер çăмран тунă виткĕчпе витĕç, ун çине ‎чарисене, тирĕкĕсене, чашăкĕсене, ăсса ямалли куркисене лартĕç; ун çинче яланхи çăкăрĕ те ‎пулмалла;‎

(‎8‎) вĕсем çине йăмăх хĕрлĕ виткĕч витĕç, ăна çиелтен тата кăвак тĕслĕ сăрантан тунă ‎çивиттипе витĕç те каштисене тăхăнтартса хурĕç;‎

(‎9‎) унтан сенкер çăмран тунă виткĕч илĕç те çутаткăçа, унăн лампадисене, хĕскĕчĕсене, ‎ăскăчĕсене тата ун таврашĕнче тыткалакан йывăç çăвĕ ямалли мĕнпур савăтне витсе хурĕç;‎

(‎10‎) унтан вара ăна, унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне кăвак сăрантан тунă çивиттипе витĕç те ‎çĕклевĕç çине лартса хурĕç; пылтăнран тунă парне вырăнĕ çине те сенкер çăмран тунă виткĕч ‎витĕç, унтан ăна кăвак сăрантан тунă çивиттипе витсе хурĕç те каштисене тăхăнтартса ярĕç.‎

(‎12‎) Кĕлĕ тунă чухне сăваплă вырăнта тыткалакан кĕлĕ япалисене пурне те илĕç те сенкер ‎çăмран тунă виткĕч ăшне чиксе хурĕç, унтан кăвак сăрантан тунă çивиттипе витсе çĕклевĕç çине ‎хурĕç.‎

(‎13‎) Вара парне вырăнĕ çинчи кĕле тасатса, ăна хĕрхĕлтĕм виткĕчпе витсе хурĕç;‎

(‎14‎) парне вырăнĕ умĕнче кĕлĕ тунă чухне тыткалакан мĕнпур хатĕрхĕтĕре — кăмрăк ‎ăскăчĕсене, юплешкисене, калакĕсене тата чашăкĕсене, парне вырăнĕн мĕнпур савăтне — ‎парне вырăнĕ çине хурĕç те, ăна кăвак сăрантан тунă çивиттипе витсе, каштисене тăхăнтартса ‎хурĕç. [Унтан хĕрхĕлтĕм виткĕч илĕç те çăвăнмалли савăтпа унăн тĕпне çавăнпа витĕç, çиелтен ‎тата кăвак сăран вителĕк витсе çĕклевĕç çине лартса хурĕç.]‎

(‎15‎) Тапăр çула тухас умĕн Ааронпа унăн ывăлĕсем сăваплă вырăна тата сăваплă вырăнăн ‎мĕнпур япалине витсе пĕтерсессĕн, вĕсене çĕклесе каймашкăн Кааф ывăлĕсем пырса тăрĕç; ‎анчах вилес мар тесессĕн, вĕсен сăваплă вырăна сĕртĕнме юрамасть. Пуху чатăрĕн çак пайĕсене ‎Кааф ывăлĕсем çĕклесе çÿремелле.‎

(‎16‎) Елеазара — Аарон священник ывăлне — çутаткăçа ямалли йывăç çăвĕ, ырă шăршă ‎тĕтĕрмелли, яланах кÿрсе тăракан тырăпулă парни тата сĕрмелли йывăç çăвĕ памалла,— пĕтĕм ‎кĕлĕ чатăрĕ, ун ăшĕнчи мĕнпур япала, сăваплă вырăнпа унти мĕнпур хатĕрхĕтĕр унăн аллинче ‎пулмалла, тенĕ.‎

(‎17‎) Унтан Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:‎

(‎18‎) Кааф йăхне Левитсем хушшинчен пĕтерсе ан пăрахăр,‎

(‎19‎) Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм патне пынă чухне вĕсем чĕрĕ юлччăр, ан вилччĕр тесессĕн, ‎эсир акă мĕн тăвăр: Ааронпа унăн ывăлĕсем пыччăр та вĕсене кашнине хăйĕн ĕçĕ вырăнне, ‎хăйĕн çĕклемĕ умне тăратчăр;‎

(‎20‎) вилес мар тесессĕн, вĕсем хăйсем тĕллĕн саккун арчи патне пымалла мар, ăна витнине ‎курмалла мар, тенĕ.‎

(‎21‎) Çÿлхуçа Моисее тата çапла тесе каланă:‎

(‎22‎) Гирсон ывăлĕсене те хăйсен кил-йышĕ тăрăх, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх шутласа тух,‎

(‎23‎) пуху чатăрĕ таврашĕнчи ĕçсене туса тăмашкăн ĕçе юрăхлисене пурне те, вăтăр ‎çулхисенчен пуçласа аллă çула çитнисем таран, шутласа тух.‎

(‎24‎) Хăйсем ĕçре тăнă чухне тата çĕклемсем йăтмалла чухне Гирсон кил-йышĕ тумалли ĕçсем ‎акă çаксем:‎

(‎25‎) вĕсен кĕлĕ чатăрĕн çивиттине, пуху чатăрĕпе унăн çивиттине, ăна çиелтен витмелли ‎кăвак сăран çивиттине тата пуху чатăрне кĕмелли вырăнти чаршава йăтса çÿремелле

(‎26‎) тата картиш каррисене, кĕлĕ чатăрĕпе парне вырăнĕ йĕритавра тытнă картишне ‎кĕмелли вырăнти чаршава тата вĕсен вĕренĕсене, вĕсен пĕтĕм хатĕрхĕтĕрне йăтса çÿремелле; ‎тата вĕсен таврашĕнче мĕн тумаллине пурне те вĕсем ĕçлесе тăмалла;‎

(‎27‎) кирек мĕнле çĕклем йăтнă чухне те, кирек мĕнле ĕç тунă чухне те Гирсон ывăлĕсен ‎хăйсем ĕçлес ĕçе Ааронпа унăн ывăлĕсем хушнипе туса пымалла, хăйсем йăтса çÿрекен мĕнпур ‎япалине пăхса усрама та вĕсенех хушăр;‎

(‎28‎) Гирсон ывăлĕсен ăрăвĕсем пуху чатăрĕнче ĕçлесе тăмалли ĕçсем çаксем ĕнтĕ; Ифамар — ‎Ааронăн ывăлĕ, священник — тĕрĕслесе тăнипе Гирсон ывăлĕсен аллине çак япаласене пăхса ‎усрама памалла.‎

(‎29‎) Мерари ывăлĕсене хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх шутласа тух,‎

(‎30‎) пуху чатăрĕ таврашĕнчи ĕçсене туса тăмашкăн ĕçе юрăхлисене пурне те, вăтăр ‎çулхисенчен пуçласа аллă çула çитнисем таран, шутласа тух.‎

(‎31‎) Пуху чатăрĕ таврашĕнчи ĕçре тăнă чухне вĕсен акă мĕн йăтса çÿремелле: кĕлĕ чатăрĕн ‎пăрăсĕсене, унăн каштисене, унăн юписене, унăн тĕпĕсене

(‎32‎) тата картишĕн пур енчи юписемпе вĕсен тĕпĕсене, вĕсен шалчисене, вĕсен вĕренĕсене, ‎вĕсен таврашĕнчи мĕнпур япалана, вĕсен пĕтĕм хатĕрхĕтĕрне йăтса çÿремелле; вĕсем йăтса ‎çÿремелли япаласене ячĕсем тăрăх шутласа тухăр;‎

(‎33‎) Ифамар — Ааронăн ывăлĕ, священник — тĕрĕслесе тăнипе Мерари ывăлĕсен ăрăвĕсем ‎пуху чатăрĕ таврашĕнче тумалли ĕçсем çаксем ĕнтĕ, тенĕ.‎

(‎3435‎) Вара Моисейпе Аарон тата халăх пуçлăхĕсем Кааф ывăлĕсене пуху чатăрĕнче ĕçлесе ‎тăма ĕçе юрăхлисене пурне те, вăтăр çулхисенчен пуçласа аллă çула çитнисем таран, хăйсен ‎ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх шутласа тухнă;‎

(‎36‎) вара, вĕсене ăрăвĕсем тăрăх шутласа тухсассăн, икĕ пин те çичçĕр аллă çын пулнă:‎

(‎37‎) çаксем — Кааф ăрăвĕсен шутне кĕнисем, пурте пуху чатăрĕ таврашĕнче ĕçлесе ‎тăракансем; Çÿлхуçа Моисей урлă хушнипе вĕсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнă. з8‎

(‎40‎) вара, вĕсене хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен кил-йышĕ тăрăх шутласа тухсассăн, икĕ пин ‎те ултçĕр вăтăр çын пулнă:‎

(‎41‎) çаксем — Гирсон ывăлĕсен ăрă вĕсен шутне кĕнисем, пурте пуху чатăрĕ таврашĕнче ‎ĕçлесе тăракансем; Çÿлхуçа хушнипе вĕсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнă.‎

(‎424‎) зунтан Мерари ывăлĕсен ăрăвĕсене пуху чатăрĕ таврашĕнче ĕçлесе тăма ĕçе юрăхлисене ‎пурне те, вăтăр çулхисенчен пуçласа аллă çула çитнисем таран, хăйсен ăрăвĕсем, хăйсен кил-‎йышĕ тăрăх шутласа тухнă;‎

(‎44‎) вара, вĕсене хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, [хăйсен кил-йышĕ тăрăх] шутласа тухсассăн, виçĕ ‎пин те икçĕр çын пулнă:‎

(‎45‎) çаксем — Мерари ывăлĕсен ăрăвĕсен шутне кĕнисем; Çÿлхуçа Моисей урлă хушнипе ‎вĕсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнă.‎

(‎46‎) Моисейпе Аарон тата Израиль пуçлăхĕсем Левитсене пурне те шута илнĕ; вĕсене,‎

(‎47‎) пуху чатăрĕнче ĕçлеме юрăхлисене тата унăн япалисене йăтса çÿреме пултараканнисене ‎пурне те, вăтăр çулхисенчен пуçласа аллă çула çитнисем таран, хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсен ‎кил-йышĕ тăрăх шутласа тухнă;‎

(‎48‎) шута кĕнисем сакăр пин те пилĕкçĕр сакăрвунă çын пулнă;‎

(‎49‎) Çÿлхуçа Моисей урлă хушнипе вĕсен кашнийĕн мĕн ĕç тумаллине, мĕн йăтса ‎çÿремеллине палăртса хунă; вĕсене, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, шута илсе тухнă.‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎5‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: эхер те арçын е хĕрарăм хăйне Çÿлхуçана ‎халалласа назорей пулма сăмах парас пулсассăн, ‎

(‎3‎) унăн вара эрех те, хăватлă шĕвек те ĕçмелле мар, эрехрен тунă сĕрхе те, ĕçмелли ‎шĕвекрен тунă сĕрхе те сыпса пăхмалла мар, иçĕм çырлинчен хатĕрленине нимĕн те ĕçмелле ‎мар, чĕрĕ иçĕм çырли те, типĕтнĕ иçĕм çырли те çимелле мар;‎

(‎4‎) назорей пулса пурăннă хушăра унăн нихăçан та иçĕм çырлинчен мĕн тунине — ‎вăрринчен пуçласа хуппи таранчченех — нимĕн те çиес те, [ĕçес те] пулмасть.‎

(‎5‎) Назорей пулса пурăнма сăмах панă хушăра унăн пуçне нихăçан та çÿç илекен çĕçĕ ‎сĕртĕнмелле мар; хăйне Çÿлхуçана халалласа назорей пулса пурăнмалли кунсем иртиччен вăл ‎таса çын: унăн пуçĕ çинчи çÿçне ÿстерес пулать.‎

(‎6‎) Хăйне Çÿлхуçана халалласа назорей пулса пурăннă хушăра унăн нихăçан та вилнĕ çын ‎çывăхне пымалла мар:‎

(‎7‎) хăйĕн ашшĕ е амăшĕ, е пиччĕшĕшăллĕ, е аппăшĕйăмăкĕ вилсессĕн, унăн вĕсен çумне ‎сĕртĕнсе хăйне ирсĕрлентермелле мар, мĕншĕн тесессĕн хăйне Турра халаллани унăн пуçĕ ‎çинче;‎

(‎8‎) назорей пулса пурăннă хушăра вăл пур кун та Çÿлхуçа умĕнче таса çын.‎

(‎9‎) Кам та пулин ун умĕнче сасартăк, ăнсăртран, вилсе кайсассăн, çавна пула вăл хăйĕн ‎назорей ятне илнĕ пуçне ирсĕрлетсессĕн, унăн вара хăйне тасатмалли кун çÿçне кастармалла, ‎ăна çиччĕмĕш кунне кастармалла,‎

(‎10‎) саккăрмĕш кунне унăн священник патне пуху чатăрне кĕмелли вырăна икĕ улатăпа е икĕ ‎çамрăк кăвакарчăн илсе пымалла; “священник пĕр вĕçен кайăкне çылăх парни кÿрĕ, теприне ‎пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрĕ, çапла ăна вилнĕ çын ÿчĕпе ирсĕрленнинчен тасатĕ, çав кун ‎унăн пуçне тасалăх тивлечĕ парĕ;‎

(‎12‎) хăйне Çÿлхуçана халалласа назорей пулса пурăнассине унăн вара çĕнĕрен пуçламалла, ‎ÿкĕнĕç парни кÿмешкĕн пĕр çулхи путек памалла; ĕнтĕ унччен назорей пулса пурăнни ‎ирсĕрленнĕрен унăн ĕлĕкхи кунĕсем пăрахăçланчĕç.‎

(‎13‎) Назорей пулса пурăнас кунсем вĕçленсессĕн, назорей пулнă çын тĕлĕшĕпе хунă саккун ‎акă çакă: ăна пуху чатăрĕн алăкĕ патне илсе пымалла,‎

(‎14‎) вăл вара пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн айăпсăр пĕр çулхи така путек ‎парĕ, çылăх парни кÿмешкĕн айăпсăр пĕр çулхи сурăх путек парĕ, канăçлăх парни кÿмешкĕн ‎айăпсăр така парĕ;‎

(‎15‎) тата йывăç çăвĕпе хутăштарса тулă çăнăхĕнчен тутлăлла пĕçернĕ пĕр пĕрне çăкăр илсе ‎пырĕ, тутлăлла пĕçернĕ, йывăç çăвĕ сĕрнĕ пашалусем, вĕсемпе пĕрле тата тырăпулă парни, ун ‎çине юхтармалли парне илсе пырĕ;‎

(‎16‎) çакна священник Çÿлхуçа умĕнче çĕклесе кăтартĕ те унтан унăн çылăхшăн кÿмелли ‎парнине тата пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнине кÿрĕ;‎

(‎17‎) такине пĕрнери тутлăлла çăкăрсемпе пĕрле Çÿлхуçана канăçлăх парни кÿрĕ, священник ‎çавăн пекех унăн тырăпулă парнине тата ун çине юхтармаллине кÿрĕ;‎

(‎18‎) вара назорей пуху чатăрне кĕмелли вырăнта хăй назорей пулса пурăннă чухнехи çÿçне ‎кастарса ярĕ, унтан хăй назорей пулса пурăннă чухнехи çÿçне илĕ те канăçлăх парни айĕнчи ‎вутçулăм çине хурĕ;‎

(‎19‎) унтан священник такан пиçсе çитнĕ малти хулне тата пĕрнерен тутлăлла пĕçернĕ пĕр ‎кукăльпе тутлăлла пĕçернĕ пĕр пашалу илĕ, вара назорей пулнă çын çÿçне кастарнă хыççăн ‎çакна назорей ывçи çине хурĕ;‎

(‎20‎) унтан священник çакна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿрĕ: силлентерсе кÿнĕ ‎ăмрипе çĕклентерсе кÿнĕ хулсăр пуçне çак таса япаласем те священника пулмалла. Çакăн ‎хыççăн назорей эрех ĕçме пултарать.‎

(‎21‎) Çÿлхуçана сăмах панă назорей тĕлĕшĕнчен хунă саккун, хăй назорей пулнăшăн Турра ‎парне кÿрес йĕрке çакă ĕнтĕ; вăйĕ çитсессĕн, кунтан ытларах та патăр; хăй епле сăмах панă, ‎çапла тумалла, назорей пулас тĕлĕшпе хунă йĕркерен ытларах та тума юрать, тенĕ.‎

(‎22‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎23‎) Ааронпа унăн ывăлĕсене кала: Израиль ывăлĕсене çапла пиллĕр, вĕсене çапла калăр, ‎те:‎

(‎24‎) Çÿлхуçа сана пиллетĕр, сана сыхласа усратăр!‎

(‎25‎) Сан çине Çÿлхуçа Хăйĕн çутă сăнĕпе пăхтăр, сана хĕрхентĕр!‎

(‎26‎) Хăйĕн сăнне Çÿлхуçа сан еннелле çавăртăр, сана тăнăçлăх патăр! теччĕр.‎

(‎27‎) Манăн ятăма Израиль ывăлĕсем патне чĕнсе илччĕр. Эпĕ [Çÿлхуçа] вĕсене пиллĕп, тенĕ.‎

 Пай 6

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă: ‎

(2) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: эхер те арçын е хĕрарăм хăйне Çÿлхуçана халалласа ‎назорей пулма сăмах парас пулсассăн, ‎

(3) унăн вара эрех те, хăватлă шĕвек те ĕçмелле мар, эрехрен тунă сĕрхе те, ĕçмелли шĕвекрен ‎тунă сĕрхе те сыпса пăхмалла мар, иçĕм çырлинчен хатĕрленине нимĕн те ĕçмелле мар, чĕрĕ ‎иçĕм çырли те, типĕтнĕ иçĕм çырли те çимелле мар; ‎

(4) назорей пулса пурăннă хушăра унăн нихăçан та иçĕм çырлинчен мĕн тунине — вăрринчен ‎пуçласа хуппи таранчченех — нимĕн те çиес те, [ĕçес те] пулмасть. ‎

(5) Назорей пулса пурăнма сăмах панă хушăра унăн пуçне нихăçан та çÿç илекен çĕçĕ ‎сĕртĕнмелле мар; хăйне Çÿлхуçана халалласа назорей пулса пурăнмалли кунсем иртиччен ‎вăл таса çын: унăн пуçĕ çинчи çÿçне ÿстерес пулать. ‎

(6) Хăйне Çÿлхуçана халалласа назорей пулса пурăннă хушăра унăн нихăçан та вилнĕ çын çывăхне ‎пымалла мар: ‎

(7) хăйĕн ашшĕ е амăшĕ, е пиччĕшĕ-шăллĕ, е аппăшĕ-йăмăкĕ вилсессĕн, унăн вĕсен çумне ‎сĕртĕнсе хăйне ирсĕрлентермелле мар, мĕншĕн тесессĕн хăйне Турра халаллани унăн пуçĕ ‎çинче; ‎

(8) назорей пулса пурăннă хушăра вăл пур кун та Çÿлхуçа умĕнче таса çын. ‎

(9) Кам та пулин ун умĕнче сасартăк, ăнсăртран, вилсе кайсассăн, çавна пула вăл хăйĕн назорей ‎ятне илнĕ пуçне ирсĕрлетсессĕн, унăн вара хăйне тасатмалли кун çÿçне кастармалла, ăна ‎çиччĕмĕш кунне кастармалла, ‎

(10) саккăрмĕш кунне унăн священник патне пуху чатăрне кĕмелли вырăна икĕ улатăпа е икĕ ‎çамрăк кăвакарчăн илсе пымалла; ‎

(11) священник пĕр вĕçен кайăкне çылăх парни кÿрĕ, теприне пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрĕ, ‎çапла ăна вилнĕ çын ÿчĕпе ирсĕрленнинчен тасатĕ, çав кун унăн пуçне тасалăх тивлечĕ парĕ; ‎

(12) хăйне Çÿлхуçана халалласа назорей пулса пурăнассине унăн вара çĕнĕрен пуçламалла, ÿкĕнĕç ‎парни кÿмешкĕн пĕр çулхи путек памалла; ĕнтĕ унччен назорей пулса пурăнни ‎ирсĕрленнĕрен унăн ĕлĕкхи кунĕсем пăрахăçланчĕç. ‎

(13) Назорей пулса пурăнас кунсем вĕçленсессĕн, назорей пулнă çын тĕлĕшĕпе хунă саккун акă ‎çакă: ăна пуху чатăрĕн алăкĕ патне илсе пымалла, ‎

(14) вăл вара пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн айăпсăр пĕр çулхи така путек парĕ, ‎çылăх парни кÿмешкĕн айăпсăр пĕр çулхи сурăх путек парĕ, канăçлăх парни кÿмешкĕн ‎айăпсăр така парĕ; ‎

(15) тата йывăç çăвĕпе хутăштарса тулă çăнăхĕнчен тутлăлла пĕçернĕ пĕр пĕрне çăкăр илсе пырĕ, ‎тутлăлла пĕçернĕ, йывăç çăвĕ сĕрнĕ пашалусем, вĕсемпе пĕрле тата тырă-пулă парни, ун ‎çине юхтармалли парне илсе пырĕ; ‎

(16) çакна священник Çÿлхуçа умĕнче çĕклесе кăтартĕ те унтан унăн çылăхшăн кÿмелли парнине ‎тата пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнине кÿрĕ; ‎

(17) такине пĕрнери тутлăлла çăкăрсемпе пĕрле Çÿлхуçана канăçлăх парни кÿрĕ, священник çавăн ‎пекех унăн тырă-пулă парнине тата ун çине юхтармаллине кÿрĕ; ‎

(18) вара назорей пуху чатăрне кĕмелли вырăнта хăй назорей пулса пурăннă чухнехи çÿçне ‎кастарса ярĕ, унтан хăй назорей пулса пурăннă чухнехи çÿçне илĕ те канăçлăх парни айĕнчи ‎вут-çулăм çине хурĕ; ‎

(19) унтан священник такан пиçсе çитнĕ малти хулне тата пĕрнерен тутлăлла пĕçернĕ пĕр ‎кукăльпе тутлăлла пĕçернĕ пĕр пашалу илĕ, вара назорей пулнă çын çÿçне кастарнă хыççăн ‎çакна назорей ывçи çине хурĕ; ‎

(20) унтан священник çакна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿрĕ: силлентерсе кÿнĕ ăмрипе ‎çĕклентерсе кÿнĕ хулсăр пуçне çак таса япаласем те священника пулмалла. Çакăн хыççăн ‎назорей эрех ĕçме пултарать. ‎

(21) Çÿлхуçана сăмах панă назорей тĕлĕшĕнчен хунă саккун, хăй назорей пулнăшăн Турра парне ‎кÿрес йĕрке çакă ĕнтĕ; вăйĕ çитсессĕн, кунтан ытларах та патăр; хăй епле сăмах панă, çапла ‎тумалла, назорей пулас тĕлĕшпе хунă йĕркерен ытларах та тума юрать, тенĕ. ‎

(22) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă: ‎

(23) Ааронпа унăн ывăлĕсене кала: Израиль ывăлĕсене çапла пиллĕр, вĕсене çапла калăр, те: ‎

(24) Çÿлхуçа сана пиллетĕр, сана сыхласа усратăр! ‎

(25) Сан çине Çÿлхуçа Хăйĕн çутă сăнĕпе пăхтăр, сана хĕрхентĕр! ‎

(26) Хăйĕн сăнне Çÿлхуçа сан еннелле çавăртăр, сана тăнăçлăх патăр! теччĕр. ‎

(27) Манăн ятăма Израиль ывăлĕсем патне чĕнсе илччĕр. Эпĕ [Çÿлхуçа] вĕсене пиллĕп, тенĕ.‎

Пай ‎7‎

(‎1‎) Моисей кĕлĕ чатăрĕ туса лартса ăна тата унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне çу сĕрсе тасалăх ‎тивлечĕ кÿрсессĕн, парне вырăнĕпе унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне те çу сĕрсе тасалăх тивлечĕ ‎кÿрсессĕн,‎

(‎2‎) унта Израилĕн [вуникĕ] пуçлăхĕ, кил-йыш пуçĕсем, йăх пуçлăхĕсем, халăха шута ‎илнине йĕркелесе тăнăскерсем, пынă, ‎

(‎3‎) вĕсем Çÿлхуçа умне хăйсен парнисене — вителĕклĕ ултă кÿме тата вуникĕ вăкăр — илсе ‎пынă: икĕ пуçлăхран пĕрер кÿме, кашни пуçлăхран пĕрер вăкăр панă — çакна вĕсем кĕлĕ чатăрĕ ‎умне кÿрсе тăратнă.‎

(‎4‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎5‎) ил вĕсенчен; кусем пуху чатăрĕнчи ĕçсене туса тăма юрăхлă пулĕç; Левитсем тумалли ‎ĕçсем мĕнлине кура çакна вĕсене пар, тенĕ.‎

(‎6‎) Вара Моисей кÿмесемпе вăкăрсене илнĕ те вĕсене Левитсене панă:‎

(‎7‎) икĕ кÿмипе тăватă вăкăрне Гирсон ывăлĕсене вĕсем тăвас ĕçсем мĕнлине кура панă;‎

(‎8‎) Ифамар — Аарон ывăлĕ, священник — пăхса тăрса ĕçлеттерекен ĕçсем мĕнлине кура ‎тăватă кÿмипе сакăр вăкăрне Мерари ывăлĕсене панă;‎

(‎9‎) Кааф ывăлĕсене паман, мĕншĕн тесессĕн вĕсен ĕçĕ — сăваплă вырăна çĕклесе çÿресси; ‎вĕсен ăна хулпуççи çинче йăтса çÿремелле.‎

(‎10‎) Пуçлăхсем, парне вырăнне çу сĕрсе, ăна тасалăх тивлечĕ кÿмелли кун памалли ‎парнесем илсе пынă, хăйсен парнисене вĕсем парне вырăнĕ умне тăратнă. пВара Çÿлхуçа ‎Моисее каланă: парне вырăнне тасалăх тивлечĕ кÿмешкĕн кунсерен пĕрер пуçлăх парне кÿрсе ‎тăтăр, тенĕ.‎

(‎12‎) Пĕрремĕш кунне хăйĕн парнине Наассон, Иуда йăхĕнчи Аминадав ывăлĕ, кÿнĕ;‎

(‎13‎) вăл кÿнĕ парнесем çаксем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр ‎кĕмĕл тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене ‎йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎14‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎15‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎16‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎17‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Наассон, Аминадав ывăлĕ, илсе пынă парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎18‎) Иккĕмĕш кунне Нафанаил — Цуар ывăлĕ, Иссахар [йăхĕн] пуçлăхĕ — илсе пынă;‎

(‎19‎) вăл хăй ятĕнчен çак парнесене илсе пынă: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр ‎сикль таякан пĕр кĕмĕл тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн ‎çак савăтсене йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎20‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎21‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎22‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎23‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Нафанаил, Цуар ывăлĕ, илсе пынă парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎24‎) Виççĕмĕш кунне Завулон ывăлĕсен пуçлăхĕ Елиав, ХЕлон ывăлĕ, парне кÿнĕ;‎

(‎25‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎26‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎27‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎28‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎29‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Елиав, ХЕлон ывăлĕ, илсе пынă парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎30‎) Тăваттăмĕш кунне Рувим ывăлĕсен пуçлăхĕ Елицур, Шедеур ывăлĕ, парне кÿнĕ;‎

(‎31‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎32‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎33‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎34‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎35‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки тата пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Елицур, Шедеур ывăлĕ, илсе пынă парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎36‎) Пиллĕкĕмĕш кунне Симеон ывăлĕсен пуçлăхĕ Шелумиил, Цуришаддай ывăлĕ, парне ‎кÿнĕ;‎

(‎37‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎38‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎39‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎40‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎41‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки тата пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Шелумиил, Цуришаддай ывăлĕ, илсе пынă парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎42‎) Улттăмĕш кунне Гад ывăлĕсен пуçлăхĕ Елиасаф, Регуил ывăлĕ, парне кÿнĕ;‎

(‎43‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎44‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎45‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎46‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎47‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки тата пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Елиасаф, Регуил ывăлĕ, кÿнĕ парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎48‎) Çиччĕмĕш кунне Ефрем ывăлĕсен пуçлăхĕ Елишама, Аммиуд ывăлĕ, парне кÿнĕ.‎

(‎49‎) Вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎50‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎51‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎52‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎53‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Елишама, Аммиуд ывăлĕ, кÿнĕ парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎54‎) Саккăрмĕш кунне Манассия ывăлĕсен пуçлăхĕ Гамалиил, Педацур ывăлĕ, парне кÿнĕ.‎

(‎55‎) Вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль та якан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎56‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎57‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎58‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎59‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Гамалиил, Педацур ывăлĕ, кÿнĕ парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎60‎) Тăххăрмĕш кунне Вениамин ывăлĕсен пуçлăхĕ Авидан, Гидеоний ывăлĕ, парне кÿнĕ;‎

(‎61‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎62‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎63‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎64‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎65‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Авидан, Гидеоний ывăлĕ, кÿнĕ парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎66‎) Вуннăмĕш кунне Дан ывăлĕсен пуçлăхĕ Ахиезер, Аммишаддай ывăлĕ, парне кÿнĕ;‎

(‎67‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎68‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎69‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎70‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎71‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Ахиезер, Аммишаддай ывăлĕ, кÿнĕ парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎72‎) Вунпĕрмĕш кунне Асир ывăлĕсен пуçлăхĕ Пагиил, Охран ывăлĕ, парне кÿнĕ;‎

(‎73‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎74‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎75‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎76‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎77‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Пагиил, Охран ывăлĕ, кÿнĕ парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎78‎) Вуниккĕмĕш кунне Неффалим ывăлĕсен пуçлăхĕ Ахира, Енан ывăлĕ, парне кÿнĕ;‎

(‎79‎) вăл кÿнĕ парнесем: таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр вăтăр сикль таякан пĕр кĕмĕл ‎тирĕк, çитмĕл сикль таякан пĕр кĕмĕл курка; тырăпулă парни кÿмешкĕн çак савăтсене йывăç ‎çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ тултарнă пулнă,‎

(‎80‎) тĕтĕрмелли тултарнă вунă сикль таякан пĕр ылтăн тĕтĕркĕч,‎

(‎81‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр пăру, пĕр така, пĕр çулхи пĕр путек,‎

(‎82‎) çылăх парни кÿмешкĕн пĕр качака таки

(‎83‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн икĕ вăкăр, пилĕк така, пилĕк качака таки, пĕр çулхи ‎пилĕк путек; Ахира, Енан ывăлĕ, кÿнĕ парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎84‎) Парне вырăнне çу сĕрсе тасалăх тивлечĕ кÿнĕ кун Израиль пуçлăхĕсем кÿнĕ парнесем ‎çаксем: вуникĕ кĕмĕл тирĕк, вуникĕ кĕмĕл курка, вуникĕ ылтăн тĕтĕркĕч;‎

(‎85‎) кашни тирĕкре çĕр вăтăршар сикль кĕмĕл, кашни куркара çитмĕлшер сикль кĕмĕл: апла ‎таса сикль виçипе шутласассăн, çакă савăтсенче мĕнпурĕ икĕ пин те тăватçĕр сикль кĕмĕл;‎

(‎86‎) тĕтĕрмелли тултарнă ылтăн тĕтĕркĕч вуниккĕ; таса сикль виçипе шутласассăн, кашни ‎тĕтĕркĕчре вуншар сикль: тĕтĕркĕчсенче мĕн пурĕ çĕр çирĕм сикль ылтăн;‎

(‎87‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн шултăра выльăхран мĕнпурĕ вуникĕ пăру панă тата ‎вуникĕ така, пĕр çулхи вуникĕ путек панă, вĕсемпе пĕрле тата тырăпулă парни илсе пынă; ‎çылăх парни кÿмешкĕн вуникĕ качака таки илсе пынă

(‎88‎) тата канăçлăх парни кÿмешкĕн шултăра выльăхран мĕнпурĕ çирĕм тăватă пăру панă ‎тата утмăл така, [пĕр çулхи] утмăл качака таки, [айăпсăр] пĕр çулхи утмăл путек панă; парне ‎вырăнне çу сĕрнĕ хыççăн ăна тасалăх тивлечĕ кÿнĕ чухне панă парнесем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎89‎) Моисей пуху чатăрне Çÿлхуçапа калаçма кĕрсессĕн, Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун ‎арчийĕн икĕ херувим хушшинчи хупăлчи çийĕнчен калаçакан сасă илтĕннĕ, çав сасă Моисее ‎каланă.‎

Пай ‎8‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Аарона пĕлтер, кала ăна: эсĕ лампАдăсем çутсассăн, çутаткăçăн мал енче çичĕ лампада ‎çунмалла, те, тенĕ.‎

(‎3‎) Аарон çапла тунă та: Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, вăл çутаткăçăн мал енчи лампадисене ‎çутса янă.‎

(‎4‎) Çутаткăçа акă çапла тунă: ăна ылтăнран хывсаçапса тунă, тунинчен пуçласа чечекĕсем ‎таранах хывсаçапса тунă; çутаткăçа Моисей хăйне Çÿлхуçа кăтартнă евĕрлĕ тунă.‎

(‎5‎) Çÿлхуçа Моисее тата çапла тесе каланă:‎

(‎6‎) Израиль ывăлĕсем хушшинчен Левитсене ил те вĕсене тасат;‎

(‎7‎) тасатасса вĕсене çапла тасат: вĕсене тасатмалли шывпа сирпĕт, вĕсем пĕтĕм ÿтне çÿç ‎касмалли çĕçĕпе хырччăр, тумтирĕсене çуса тасатчăр, вара таса пулĕç;‎

(‎8‎) унтан пăру илччĕр, унпа пĕрле тата тырăпулă парни — йывăç çăвĕ хутăштарнă тулă ‎çăнăхĕ — илччĕр; çылăх парни кÿме тата тепĕр пăру ил;‎

(‎9‎) вара Левитсене пуху чатăрĕ умне илсе пыр; Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне пуçтар та

(‎10‎) вĕсен левичĕсене Çÿлхуçа умне тăрат, Израиль ывăлĕсем хăйсен аллисене Левитсем ‎çине хуччăр; “Аарон вара Левитсене Çÿлхуçана халаллатăр: вĕсем Израиль ывăлĕсем вырăнне ‎Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăччăр;‎

(‎12‎) Левитсем хăйсен аллисене пăрусен пуçĕ çине хуччăр, вара пĕр пăрăвне çылăх парни ‎кÿр, теприне Левитсене тасатмашкăн пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿр;‎

(‎13‎) унтан Левитсене Ааронпа унăн ывăлĕсем умне тăрат, вĕсене Çÿлхуçана халаллас ‎йĕркене туса çитер.‎

(‎14‎) Çапла Левитсене Израиль ывăлĕсенчен уйăрса ил, Левитсем Манăн пулччăр.‎

(‎15‎) Эсĕ Левитсене тасатса Мана халалласассăн, вĕсем вара пуху чатăрĕ таврашĕнче ĕçлеме ‎пуçлĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Мана Израиль ывăлĕсем вырăнне панă:‎

(‎16‎) Израиль ывăлĕсен вар уçса çуралакан мĕнпур малтанхи ывăлĕ вырăнне Эпĕ вĕсене Хам ‎валли илетĕп,‎

(‎17‎) мĕншĕн тесессĕн Израиль ывăлĕсен малтан çуралнисем — этемрен пуçласа ‎выльăхĕчĕрлĕхĕ таранчченех — пурте Манăн: Египет çĕрĕнче малтан çуралнисене пĕтĕмпе ‎пĕтерсе тухнă кун Эпĕ вĕсене Хам валли тасалăх тивлечĕ кÿтĕм те

(‎18‎) Израиль ывăлĕсен малтан çуралнă пĕтĕм ывăлĕ вырăнне Левитсене илтĕм;‎

(‎19‎) вара Левитсене Израиль ывăлĕсем хушшинчен уйăрса Ааронпа унăн ывăлĕсене патăм, ‎вĕсем пуху чатăрĕ таврашĕнче Израиль ывăлĕсемшĕн ĕçлесе тăччăр, Израиль ывăлĕсем ‎сăваплă вырăн патне пырса ан пĕтчĕр тесе, вĕсене Израиль ывăлĕсене сыхласа хăваракансем ‎турăм, тенĕ.‎

(‎20‎) Вара Моисейпе Аарон тата Израиль ывăлĕсен пур халăхĕ Левитсем тĕлĕшĕнчен çапла ‎тунă: Çÿлхуçа Моисее Левитсем тĕлĕшĕнчен епле хушнă, Израиль ывăлĕсем çапла тунă та.‎

(‎21‎) Левитсем тасалнă, хăйсен тумтирĕсене çуса тасатнă; Турă умĕнче Аарон вĕсене ‎Çÿлхуçана халаллас йĕркене тунă, вĕсем таса пулччăр тесе, Аарон вĕсене тасатнă;‎

(‎22‎) çакăн хыççăн Левитсем Ааронпа унăн ывăлĕсем умĕнче пуху чатăрĕ таврашĕнче ĕçлеме ‎пуçланă. Левитсем тĕлĕшĕнчен Çÿлхуçа Моисее епле хушнă, вĕсем çапла тунă та.‎

(‎23‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎24‎) Левитсем тĕлĕшĕнчен хунă саккун çакă: пуху чатăрĕ таврашĕнчи ĕçсене вĕсен çирĕм ‎пилĕк çулхисенчен пуçласа унран аслăраххисем туса тăмалла,‎

(‎25‎) аллă çула çитсессĕн вара ĕçлесе тăма чарăнмалла, малалла ĕçлемелле мар:‎

(‎26‎) ун чухне вĕсем хăйсен тăванĕсене пуху чатăрĕ патĕнче хурал тăма пулăшчăр, ĕçлессе ан ‎ĕçлеччĕр; ĕçĕхĕлĕ тĕлĕшĕнчен эсĕ Левитсене çапла тытса тăр, тенĕ.‎

Пай ‎9‎

(‎1‎) Израиль халăхĕ Египетран тухсассăн иккĕмĕш çулхине, пĕрремĕш уйăхра, Синай ‎пушхирĕнче Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Пасха тума палăртнă вăхăтра Израиль ывăлĕсем Пасха туччăр: Зăна çак уйăхăн ‎вунтăваттăмĕш кунĕнче каçхине, палăртса хунă вăхăтра, тăвăр, ăна ун тĕлĕшĕнчен хунă пĕтĕм ‎йĕрки тăрăх, пĕтĕм йăли тăрăх тăвăр, тенĕ.‎

(‎4‎) Моисей Израиль ывăлĕсене Пасха тума каланă.‎

(‎5‎) Вĕсем вара пĕрремĕш уйăхра, çак уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче каçхине, Синай ‎пушхирĕнче Пасха тунă: Çÿлхуçа Моисее епле хушнă, Израиль ывăлĕсем пĕтĕмпе çапла тунă.‎

(‎6‎) Вилнĕ çын ÿтне сĕртĕнсе тасамарланнă çынсем те пулнă, çавăнпа вĕсен çав кун Пасха ‎тума юраман; вĕсем вара çав кун Моисейпе Аарон патне пынă,‎

(‎7‎) çав çынсем Моисее каланă: эпир вилнĕ çын ÿтне сĕртĕннĕ пирки таса мар; мĕншĕнха ‎палăртса хунă вăхăтра пире Израиль ывăлĕсемпе пĕрле Çÿлхуçамăра парне кÿме чармалла? ‎тенĕ.‎

(‎8‎) Моисей вĕсене: тăхтăрха, эпĕ Çÿлхуçамăр сирĕн тĕлĕшрен мĕн каланине пĕлем, тенĕ.‎

(‎9‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎10‎) Израиль ывăлĕсене кала: вĕсенчен е вĕсен йăхĕнчен кам та пулин вилнĕ çын ÿтне ‎сĕртĕнсе тасамарланнă пулсассăн е инçе çула кайнă пулсассăн, Çÿлхуçа Пасхине унăн та ‎тумалла;‎

(‎11‎) ун пеккисем иккĕмĕш уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче каçхине Пасха туччăр, ăна вĕсем ‎тутлăлла пĕçернĕ çăкăрсемпе, йÿçĕ ку рăксемпе çиччĕр;‎

(‎12‎) ирччен унран нимĕн те ан хăварччăр, унăн шăммисене ан ватчăр; ăна вĕсем Пасха ‎тĕлĕшĕнчен хунă пĕтĕм йĕрке тăрăх туччăр;‎

(‎13‎) кам та кам таса халлĕнех е [инçе] çула кайман чухнех Пасха тумасть, çав чун хăйĕн ‎халăхĕ хушшинчен пĕттĕр, мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçана вăхăтра парне кÿмерĕ: çав çын хăй ‎çине çылăх илĕ;‎

(‎14‎) сирĕн патăрта ютран килнĕ çын пурăнать пулсассăн, Çÿлхуçа Пасхине унăн та тумалла: ‎вăл ăна Пасха тĕлĕшĕнчен хунă йĕрке тăрăх, унăн йăлине кура тутăр; ютран килнĕ çыншăн та, ‎çак çĕр çыннишĕн те Пасха тăвас йĕрке сирĕн пĕрре пултăр, тенĕ.‎

(‎15‎) Кĕлĕ чатăрĕ лартнă кун Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрне пĕлĕт хупласа илнĕ, ‎каçран пуçласа ирчченех кĕлĕ чатăрĕ тĕлĕнче вут курăннă пек тăнă.‎

(‎16‎) Кайран та яланах çапла пулнă: кĕлĕ чатăрне [кăнтăрла] — пĕлĕт, çĕрле вут евĕрлĕскер ‎хупласа тăнă.‎

(‎17‎) Пĕлĕт кĕлĕ чатăрĕ çинчен çĕкленсе кайсассăн, Израиль ывăлĕсем хускалса çула тухнă, ‎пĕлĕт чарăннă тĕлте Израиль ывăлĕсем чатăр карса тапăра ларнă.‎

(‎18‎) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа хушнипе çула тухнă, Çÿлхуçа хушнипе чарăнса тăнă: пĕлĕт ‎кĕлĕ чатăрĕ тĕлĕнче тăнă чухне вĕсем те çав вăхăт хушши пĕр вырăнта тăнă;‎

(‎19‎) пĕлĕт кĕлĕ чатăрĕ тĕлĕнче чылай вăхăт хушши тăнă чухне Израиль ывăлĕсем те, Çÿлхуçа ‎çапла кăтартнине пăхăнса, çула тухман;‎

(‎20‎) хăш чухне вара пĕлĕт кĕлĕ чатăрĕ тĕлĕнче сахал вăхăт хушши тăнă: вĕсем Çÿлхуçа ‎кăтартнипе чарăнса тăнă, Çÿлхуçа кăтартнипе хускалса çула тухнă;‎

(‎21‎) хăш чухне пĕлĕт каçран пуçласа ирччен çеç тăнă, ирхине пĕлĕт çĕкленсе кайнă, ун чухне ‎вĕсем те хускалса кайнă; е пĕлĕт кăнтăрла тата çĕрле тăнă, вăл çĕкленсессĕн, вĕсем те хускалса ‎кайнă;‎

(‎22‎) е тата пĕлĕт кĕлĕ чатăрĕ тĕлĕнче икĕ кун е пĕр уйăх, е темиçе кун тăнă, ун чухне Израиль ‎ывăлĕсем те чарăнса тăнă, çула тухман; пĕлĕт çĕкленсессĕн тин хускал са кайнă;‎

(‎23‎) Çÿлхуçа кăтартнипе чарăнса тăнă, Çÿлхуçа кăтартнипе çула тухнă: Çÿлхуçа Моисей урлă ‎хушнипе вĕсем Çÿлхуçа кăтартнине пăхăнса пынă. ‎

Пай ‎10‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) халăха чĕнсе пухма тата тапăра вырăнтан хускатма эсĕ икĕ кĕмĕл трупа тутар, вĕсене ‎хывсаçапса тутар; ‎

(‎3‎) икĕ трупине те кăшкăртса ярсассăн, пуху чатăрне кĕмелли çĕре сан патна пĕтĕм халăх ‎пухăнĕ:‎

(‎4‎) пĕр трупине кăшкăртсассăн, сан патна Израилĕн çулпуçĕсемпе пин çын пуçлăхĕсем ‎пухăнĕç;‎

(‎5‎) хăрушлăха систерсе кăшкăртсассăн, тухăç енче ларакан тапăрсем тапранĕç;‎

(‎6‎) хăрушлăха систерсе иккĕмĕш хут кăшкăртса ярсассăн, кăнтăр енче ларакан тапăрсем ‎тапранĕç; [хăрушлăха систерсе виççĕмĕш хут кăшкăртсассăн, тинĕс енче ларакан тапăрсем ‎тапранĕç; хăрушлăха систерсе тăваттăмĕш хут кăшкăртсассăн, çурçĕр енче ларакан тапăрсем ‎тапранĕç;] вĕсем çула тухнă чухне трупасем хăрушлăха систерсе кăшкăртчăр;‎

(‎7‎) пуху пухмалла пулсассăн та, трупа кăшкăртăр, анчах хăрушлăха систернĕ пек мар;‎

(‎8‎) трупасене Аарон ывăлĕсем, священниксем, кăшкăртмалла: çакă сирĕншĕн сыпăкран ‎сыпăка пымалли ĕмĕрхи йĕрке пултăр;‎

(‎9‎) хăвăра тапăннă тăшмансене хирĕç хăвăр çĕрĕрте вăрçăпа тухсассăн, хăрушлăха систерсе ‎трупасем кăшкăртса ярăр, вара сире Çÿлхуçа, хăвăрăн Туррăр, умĕнче аса илĕç, çапла эсир ‎тăшманăрсенчен хăтăлăр;‎

(‎10‎) хăвăр савăнса хĕпĕртенĕ кунсенче, уявăрсенче, çĕнĕ уйăх кунĕнче пĕтĕмĕшпе çунтарса ‎паракан парнĕрсене, канăçлăх парнисем кÿнĕ чухне те трупа кăшкăртăр,— çакă Туррăр умĕнче ‎хăвăр çинчен аса илтерни пулĕ. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, тенĕ. ‎

(‎11‎) Иккĕмĕш çулхине, иккĕмĕш уйăхра, уйăхăн çирĕммĕш кунĕнче пĕлĕт Турă ирĕкне ‎пĕлтерекен кĕлĕ чатăрĕ çийĕнчен çĕкленсе кайнă;‎

(‎12‎) Израиль ывăлĕсем вара тапăрăнтапăрăн Синай пушхирĕнчен хускалса тухнă; пĕлĕт ‎Фаран пушхирне çитсе чарăннă.‎

(‎13‎) Çапла вĕсем Çÿлхуçа Моисей урлă хушнипе малтанхи хут тапранса тухнă.‎

(‎14‎) Чи малтан Иуда ывăлĕсен тапăрĕн элемне çĕкленĕ те унти çар ушкăнĕсем тапранса ‎кайнă; вĕсен çарĕн пуçлăхĕ Наассон, Аминадав ывăлĕ;‎

(‎15‎) Иссахар ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Нафанаил, Цуар ывăлĕ;‎

(‎16‎) Завулон ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Елиав, ХЕлон ывăлĕ.‎

(‎17‎) Кĕлĕ чатăрне сÿтсе илнĕ те ăна çĕклесе пыракан Гирсон ывăлĕсемпе Мерари ывăлĕсем ‎хускалса кайнă.‎

(‎18‎) Унтан Рувим тапăрĕн элемне çĕкленĕ, унти çар ушкăнĕсем тапранса кайнă; унăн çарĕн ‎пуçлăхĕ Елицур, Шедеур ывăлĕ;‎

(‎19‎) Симеон ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Шелумиил, Цуришаддай ывăлĕ;‎

(‎20‎) Гад ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Елиасаф, Регуил ывăлĕ.‎

(‎21‎) Унтан сăваплă вырăна çĕклесе пыракан Кааф ывăлĕсем хускалса кайнă; кĕлĕ чатăрне ‎вĕсем çитичченех лартса хунă.‎

(‎22‎) Унтан Ефрем ывăлĕсен тапăрĕн элемне çĕкленĕ те унти çар ушкăнĕсем тапранса кайнă; ‎вĕсен çарĕн пуçлăхĕ Елишама, Аммиуд ывăлĕ;‎

(‎23‎) Манассия ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Гамалиил, Педацур ывăлĕ;‎

(‎24‎) Вениамин ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Авидан, Гидеоний ывăлĕ, пулнă.‎

(‎25‎) Пур тапăртан кайран Дан ывăлĕсен элемне çĕкленĕ те унти çар ушкăнĕсем тапранса ‎кайнă; вĕсен çарĕн пуçлăхĕ Ахиезер, Аммишаддай ывăлĕ;‎

(‎26‎) Асир ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Пагиил, Охран ывăлĕ;‎

(‎27‎) Неффалим ывăлĕсен йăхĕнчи çарăн пуçлăхĕ Ахира, Енан ывăлĕ.‎

(‎28‎) Израиль ывăлĕсем çарăнçарăн каймалли йĕрке акă çакă ĕнтĕ. Вĕсем вара çула тухнă.‎

(‎29‎) Моисей Ховава — Рагуил ывăлне, мадиан çыннине, хăйĕн хурăнташне — каланă: эпир ‎Çÿлхуçамăр «сире çак çĕре парăп» тенĕ вырăна каятпăр; атя пирĕнпе пĕрле, эпир сана ырăлăх ‎кăтартăпăр, мĕншĕн тесессĕн Израиль çинчен Çÿлхуçа ырă каланă, тенĕ.‎

(‎30‎) Анчах Ховав ăна: пымастăп; эпĕ хамăн çĕрĕме, хамăн çуралнă çĕршывăма каятăп, тенĕ.‎

(‎31‎) Моисей вара каланă: ан пăрахсам пире, мĕншĕн тесессĕн эпир пушхирте епле тапăрăн ‎вырăнаçса тухнине эсĕ пĕлетĕн, эсĕ пирĕншĕн куç пулăттăн;‎

(‎32‎) пирĕнпе пĕрле пырсассăн, хамăра Çÿлхуçа кăтартас ырăлăха эпир сана та кăтартăпăр, ‎тенĕ.‎

(‎33‎) Вара вĕсем Çÿлхуçа тăвĕ патĕнчен виçĕ кун каймалли çула хускалса тухнă, ăçта чарăнса ‎тăмалли вырăна палăртса, Çÿлхуçа саккунĕн арчи те виçĕ кун вĕсен умĕнчен пынă.‎

(‎34‎) Тапăртан хускалса тухсассăн, кăнтăрла вĕсен тĕлĕнче Çÿлхуçа пĕлĕчĕ пынă.‎

(‎35‎) Çула тухма саккун арчине çĕкленĕ чухне Моисей каланă: эй Çÿлхуçа, çĕклен, Санăн ‎тăшманусем саланччăр, Сана курайманнисем Санăн умăнтан тарса çухалччăр! тенĕ.‎

(‎36‎) Саккун арчи чарăнса тăнă чухне вăл: эй Çÿлхуçа, Израилĕн пиншерпиншер çынни патне, ‎вуншарвуншар пинĕ патне таврăн! тенĕ. ‎

Пай ‎11‎

(‎1‎) Халăх сасăпах Çÿлхуçана ÿпкелеме пуçланă; Çÿлхуçа илтнĕ те, Унăн çилли тулса çитнĕ, ‎вара вĕсем патĕнче Çÿлхуçа вучĕ хыпса илнĕ, вăл тапăрăн пĕр хĕррине пĕтере пуçланă.‎

(‎2‎) Халăх ĕнтĕ Моисее тилмĕрсе йăлăннă; Моисей Çÿлхуçана кĕлтунă та, вутçулăм чарăннă.‎

(‎3‎) Хăйсем патĕнче Çÿлхуçа вучĕ тивсе кайнăран çав вырăна вĕсем Тавера* тесе ят панă.‎

(‎4‎) Вĕсем хушшинчи ютран килнĕ çынсем хăйсен пилне чарайманнине палăрта пуçланă; ‎вĕсемпе пĕрле Израиль ывăлĕсем те йĕрсе ларнă: пире кам аш çитерĕ?‎

(‎5‎) Эпир Египетра нимĕн тÿлемесĕрех çинĕ пулла астăватпăр, хăярпа дыня тата ешĕл сухан, ‎пуçлă суханпа ыхра çинине те астăватпăр;‎

(‎6‎) халĕ акă пирĕн чун хавшаса çитрĕ; нимĕн те çук, пирĕн куç умĕнче пĕр манна анчах, ‎тенĕ.‎

(‎7‎) Манна вăл кориандр вăрри майлă пулнă, пăхма бдолах евĕрлĕскер пулнă;‎

(‎8‎) халăх ăна пуçтарса çÿренĕ, ал арманне ярса авăртнă е килĕре тÿнĕ, кайран хуранта ‎пĕçернĕ, унран пашалу тунă; унăн тути йывăç çăвĕпе пĕçернĕ пашалу тути евĕрлĕ пулнă.‎

(‎9‎) Тапăр ларнă вырăна çĕрле сывлăм ÿкнĕ чухне тапăр çине манна та çунă.‎

(‎10‎) Кил-йышсерен йĕнине, кашнийĕ хăйĕн чатăрĕ умĕнче йĕнине Моисей илтнĕ; ĕнтĕ ‎Çÿлхуçа çилли тулса çитнĕ, Моисей питĕ куляннă. ‎

(‎11‎) Моисей Çÿлхуçана каланă: мĕншĕн Эсĕ Хăвăн чуруна асаплантаратăн? Санăн куçу ‎умĕнче эпĕ мĕншĕн кăмăл тупмарăм-ши, çак пĕтĕм халăх йывăрлăхне мĕншĕн Эсĕ ман çине ‎тиерĕн-ши?‎

(‎12‎) çак халăха эпĕ хамăн варăмра йăтса çÿрерĕм-и? ăна эпĕ çуратрăм-и? Эсĕ мана калатăн: ‎ача пăхакан хĕрарăм ачине алă çинче çĕклесе çÿренĕ пек, эсĕ ăна хăвăн аллу çинче çĕклесе Эпĕ ‎унăн ашшĕсене тупа туса пама пулнă çĕре илсе кай, тетĕн;‎

(‎13‎) çакă пĕтĕм халăха çитермелĕх аш эпĕ ăçтан тупам? вĕсем авă ман умра йĕреççĕ: пире аш ‎çитер, теççĕ.‎

(‎14‎) Çакă пĕтĕм халăха эпĕ пĕччен йăтса çÿрейместĕп, мĕншĕн тесессĕн маншăн йывăр вăл;‎

(‎15‎) Санăн куçу умĕнче кăмăл тупрăм пулсассăн, çапла тăвиччен вĕлер мана, ку маншăн ‎аванрах пулĕччĕ, эпĕ хамăн асапăма курмăттăм, тенĕ.‎

(‎16‎) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: Израиль пуçлăхĕсем хушшинчен эсĕ Ман валли ху ‎пĕлекен, халăха пăхсатĕрĕслесе тăракан çитмĕл çын суйласа ил, вĕсене пуху чатăрĕ патне илсе ‎пыр, вĕсем унта санпа пĕрле тăччăр;‎

(‎17‎) Эпĕ çавăнта анăп та санпа калаçăп, сан çинчи Сывлăшăн хăватне илсе вĕсем çине хурăп: ‎санпа пĕрле вĕсем халăхăн йывăрлăхне тÿсчĕр, санăн пĕччен тÿсмелле ан пултăр.‎

(‎18‎) Халăха кала: ыранхи кун тĕлне тасалса тăрăр, вара аш çийĕр, мĕншĕн тесессĕн эсир ‎Çÿлхуçана илтĕнмеллех йĕтĕр: пире кам аш çитерĕ? пире Египетрах аванччĕ, терĕр, çавăнпа ‎ĕнтĕ сире Çÿлхуçа аш парĕ, вара [аш] çийĕр:‎

(‎19‎) пĕр кун кăна мар çийĕр, икĕ кун мар, пилĕк кун мар, вунă кун мар, çирĕм кун та мар,‎

(‎20‎) уйăхĕпех аш [çийĕр] — сăмсăр шăтăкĕнчен тухичченех, хăвăра йĕрĕнтерсе çитеричченех ‎çийĕр; хăвăр хушшăрти Çÿлхуçана вырăна хуманшăн, Ун умĕнче: пирĕн Египетран мĕншĕн ‎тухмаллаччĕха? тесе йĕнĕшĕн çапла пулĕ, те, тенĕ.‎

(‎21‎) Моисей каланă: эпĕ пурăнакан çакă халăх хушшинче çуран пыраканнисем ултçĕр пин ‎çын; Эсĕ вара: вĕсене Эпĕ аш парăп, вĕсем уйăхĕпех аш çийĕç! тетĕн;‎

(‎22‎) вĕсене çителĕклĕ пултăр тесе, мĕнпур сурăха, вăкăра пусса пĕтереси? е вĕсене ‎тивĕçтермешкĕн тинĕсри мĕнпур пулă пухăнĕи? тенĕ.‎

(‎23‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: Çÿлхуçанăн алли кĕске-им? Манăн сана каланă сăмахăм вырăна ‎килессипе килмессине эсĕ паян курăн, тенĕ.‎

(‎24‎) Моисей тухнă та халăха Çÿлхуçа сăмахне каласа панă, унтан, халăх пуçлăхĕсенчен ‎çитмĕл çын суйласа илсе, вĕсене кĕлĕ чатăрĕ патне тăратнă.‎

(‎25‎) Вара Çÿлхуçа пĕлĕт ăшĕнче аннă та Моисейпе калаçнă, ун çинчи Сывлăшран хăват илсе ‎çитмĕл пуçлăха панă. Хăйсем çине Сывлăш хăвачĕ куçсанах, вĕсем пророкла калаçа пуçланă, ‎кайран калаçма чарăннă.‎

(‎26‎) Икĕ çынни тапăртах юлнă: пĕри — Елдад, тепĕри Модад ятлă пулнă; Сывлăш хăвачĕ ‎вĕсем çине те куçнă [вĕсем суйласа илнĕ çитмĕл çын шутĕнчех пулнă, кĕлĕ чатăрĕ патне çеç ‎пыман], вĕсем те тапăрта пророкла калаçнă.‎

(‎27‎) Пĕр ача чупса çитнĕ те Моисее пĕлтернĕ: Елдадпа Модад та пăрта пророкла калаçаççĕ, ‎тенĕ.‎

(‎28‎) Çакна хирĕç Иисус — Нав ывăлĕ, Моисей патĕнче ĕçлесе тăраканскер, Моисей суйласа ‎илнĕ çынсенчен пĕри — каланă: эй Моисей хуçамăм! чар вĕсене, тенĕ.‎

(‎29‎) Моисей ăна каланă: эсĕ маншăн кĕвĕçместĕни? эх, Çÿлхуçа Хăйĕн халăхĕ çине Хăйĕн ‎Сывлăшне яринччĕ, Çÿлхуçа халăхĕн пур çынни те пророк пулинччĕ! тенĕ.‎

(‎30‎) Вара Моисей хăй те, Израиль пуçлăхĕсем те тапăра таврăннă.‎

(‎31‎) Акă Çÿлхуçа хушнипе вăйлă çил тухнă, çил тинĕс енчен путенесем вĕçтерсе килнĕ, ‎вĕсене тапăр таврашне, тапăрăн пĕр енне — пĕр кун каяс çул тăршшĕ, тепĕр енне те пĕр кун ‎каяс çул тăршшĕ сапаласа пăрахнă, путене сийĕ хулăн, икĕ чикене яхăн пулнă.‎

(‎32‎) Халăх тăнă та çав кун кунĕпе, çĕрĕпе, тепĕр кун та кунĕпех путене пуçтарнă; сахал ‎пухаканĕ те вунă хомер пуçтарнă; ăна вĕсем хăйсем валли тапăр тавра купаласа хунă.‎

(‎33‎) Ашĕ вĕсен çăварĕнче чухнех, ăна çисе пĕтеричченех, Çÿлхуçа çилли халăх çине тулса ‎çитнĕ, вара Вăл питĕ йывăр чир ярса халăха хирсе тухнă.‎

(‎34‎) Пилне чарайман халăха çавăнта пытарнăран çак вырăна вара КибротГаттаава* теме ‎тытăннă.‎

(‎35‎) КибротГаттаавăран халăх Асирофа тапранса кайнă, унтан Асирофра чарăнса тăнă.‎

Пай ‎12‎

(‎1‎) Мириампа Аарон ĕнтĕ Моисее арăмĕшĕн, Эфиопи хĕрĕшĕн, ÿпкеленĕ, мĕншĕн тесессĕн ‎Моисей Эфиопи хĕрне качча илнĕ;‎

(‎2‎) вĕсем: Çÿлхуçа пĕр Моисее çеç каланă-им? Вăл пире те каламан-им? тенĕ. Çакна Çÿлхуçа ‎илтнĕ.‎

(‎3‎) Моисей çĕр çинчи пур çынран та йăвашрах пулнă.‎

(‎4‎) Çÿлхуçа сасартăк Моисее, Аарона тата Мариама: эсир виçсĕр те пуху чатăрĕ патне тухăр, ‎тенĕ. Вĕсем виççĕшĕ те тухнă.‎

(‎5‎) Çÿлхуçа пĕлĕт юпа ăшĕнче аннă та кĕлĕ чатăрĕ умне тăнă, Вăл Ааронпа Мариама чĕннĕ, ‎вĕсем иккĕшĕ те тухса тăнă.‎

(‎6‎) Çÿлхуçа каланă: Манăн сăмахсене итлĕр-ха: сирĕн хушшăрта Çÿлхуçа пророкĕ ‎пулсассăн, Эпĕ ăна палăрса курăнатăп, унпа тĕлĕкĕнче калаçатăп;‎

(‎7‎) Хамăн Моисей чурампа апла мар, вăл Манăн кил-çуртăмра пур тĕлĕшпе те тĕрĕс тăрать:‎

(‎8‎) Эпĕ унпа куçа-куçăн калаçатăп, ытарлăн мар, уççăн калатăп, вăл Çÿлхуçанăн сăнне курса ‎тăрать; Манăн чурама, Моисее, ÿпкелеме мĕнле хăрамарăр эсир? тенĕ.‎

(‎9‎) Вара вĕсене Çÿлхуçа çилли тăвăлса çитнĕ те, Вăл кайнă.‎

(‎10‎) Пĕлĕт те кĕлĕ чатăрĕ патĕнчен кайнă, акă Мариама тилçе юр пек хупласа илнĕ. Аарон ун ‎çине пăхнă та, акă Мариам тилçеллĕ ĕнтĕ. ‎

(‎11‎) Вара Аарон Моисее каланă: эй хуçамăм! эпир ăссăр хăтланнине, çылăха кĕнине çылăх ‎вырăнне ан хурсам;‎

(‎12‎) Мариама вилĕ çуралнă ача пек пулма ан парсам: вилĕ çуралнă ачан ÿчĕ амăшĕ ‎варĕнченех çурри çĕрсе тухать, тенĕ.‎

(‎13‎) Моисей вара Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă: эй Турăçăм, чĕртсем ăна! тенĕ.‎

(‎14‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: хăйĕн ашшĕ унăн пичĕ çине сурсассăн, вăл çичĕ кунччен вăтанса ‎çÿремĕччĕи? апла ăна тапăр тулашне çичĕ куна хупса хурăр, кайран каялла таврăнĕ, тенĕ.‎

(‎15‎) Тапăр тулашĕнче Мариам çичĕ кун хупăнса тăнă, Мариам каялла таврăниччен халăх ‎çула тухман. ‎

(16) Çавăн хыççăн халăх Асирофран хускалса кайнă та Фаран пушхирне çитсе чарăннă.‎

Пай ‎13 ‎

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла каланă: ‎

(2) “ху патăнтан çынсем яр, вĕсем Эпĕ Израиль ывăлĕсене парас çĕре, Ханаан çĕрне, пăхса ‎килччĕр; хăйсен ашшĕсен йăхĕнчен пĕрер çын — пĕрер пуçлăх — ярăр,”  — тенĕ.‎

(3) Çÿлхуçа хушнипе Моисей вара Фаран пушхирĕнчен çынсем янă, вĕсем пурте Израиль ‎ывăлĕсен пуçлăхĕсем пулнă.

(4) Вĕсен ячĕсем çаксем: Рувим йăхĕнчен Саммуа, Закхур ывăлĕ,‎

(5) Симеон йăхĕнчен Сафат, Хорий ывăлĕ,‎

(6) Иуда йăхĕнчен Халев, Иефонния ывăлĕ,‎

(7) Иссахар йăхĕнчен Игал, Иосиф ывăлĕ,‎

(8) Ефрем йăхĕнчен Осия, Нав ывăлĕ,‎

(9) Вениамин йăхĕнчен Фалтий, Рафуй ывăлĕ,

(10) Завулон йăхĕнчен Гаддиил, Содий ывăлĕ,‎

(11) Иосиф йăхĕнчен, Манассия ăрăвĕнчен Гаддий, Сусий ывăлĕ,‎

(12) Дан йăхĕнчен Аммиил, Гемаллий ывăлĕ,‎

(13) Асир йăхĕнчен Сефур, Михаил ывăлĕ,‎

(14) Неффалим йăхĕнчен Нахбий, Вофсий ывăлĕ,‎

(15) Гад йăхĕнчен Геуил, Махий ывăлĕ.‎

(16) Моисей çĕр пăхса килме янă çынсен ячĕсем çаксем пулнă ĕнтĕ. Моисей çавăн чухне ‎Осияна, Нав ывăлне, Иисус ятлă хунă.‎

(17) Моисей вĕсене [Фаран пушхирĕнчен] Ханаан çĕрне пăхса килме янă, вĕсене каланă: çак ‎кăнтăрти çĕршыва кайăр та ту çине улăхăр,‎

(18) çĕрне лайăх пăхса çаврăнăр: вăл мĕнле çĕр, унта пурăнакан халăхĕ мĕнлескер, вăйлăи ‎вăл, вăйсăри, сахаллăни вĕсем, йышлăи?‎

(19) çав халăх пурăнакан çĕр еплерех: авани вăл, начари? халăх пурăнакан хулисем епле? ‎çыннисем чатăрсенче пурăнаççĕи е хÿме хÿсе çавăрнă çуртйĕрсенчеи?‎

(20) çĕрĕ епле: мăнтăр çĕри вăл, ырхан çĕри? унта йывăç таврашĕ пури, çуки? хăюллă пулăр, ‎çав çĕрти çимĕçсене илсе килĕр, тенĕ. Çакă шăпах иçĕм çырли ĕлкĕрнĕ вăхăтра пулнă.‎

(21) Вĕсем кайнă та унти çĕре Син пушхирĕ патĕнчен пуçласа Емаф çывăхĕнчи Рехов таранах ‎пăхса тухнă;‎

(22) унтан кăнтăр еннелле кайнă, Хеврон патне çитнĕ, унта Енак ачисем Ахиман, Сесай тата ‎Фалмай пурăннă: Хеврон хулине Цоанран — Египет [хулинчен] — çичĕ çул маларах туса лартнă ‎пулнă;‎

(23) унтан вĕсем Есхол айлăмне çитнĕ, [ăна та пăхса тухнă,] çавăнта вĕсем пĕр çупкăм ‎çырлаллă иçĕм турачĕ касса илнĕ, ăна иккĕн каштапа çĕклесе кайнă; тата нар улмипе смоква та ‎илнĕ;‎

(24) Израиль ывăлĕсем çавăнта иçĕм çырли çупкăмĕ касса илнĕрен çак вырăна Есхол* ‎айлăмĕ тесе ят панă.‎

(25) Çĕр пăхса тухсассăн, вĕсем хĕрĕх кунран каялла таврăннă.‎

(26) Вĕсем çула тухнă та Моисейпе Аарон патне, пĕтĕм Израиль ывăлĕсен халăхĕ патне ‎Фаран пушхирне, Кадеса, таврăннă, вĕсем валли тата пĕтĕм халăх валли хурав илсе килнĕ, ‎вĕсене çав çĕр çимĕçĕсене кăтартнă;‎

(27) вара Моисее кала-кала панă: “эпир эсĕ янă çĕре кайса килтĕмĕр; унта чăнахах пылпа сĕт ‎юхса выртать, акă унти çимĕçсем;‎

(28) анчах вăл çĕрте пурăнакан халăх вăйлă, хулисем те питĕ пысăк, вĕсене тĕреклĕлетнĕ, ‎тата эпир унта Енак ывăлĕсене куртăмăр;‎

(29) Амалик çав çĕрĕн кăнтăр енче пурăнать, хетсем, [евейсем,] иевусейсем тата аморрейсем ‎ту çинче пурăнаççĕ, Ханаансем тинĕс хĕррипе тата Иордан хĕррипе пурăнаççĕ,” – тенĕ.‎

(30) Халев вара халăха Моисей умĕнче лăплантарса каланă: “кайăпăр та вăл çĕре хамăр алла ‎илĕпĕр, мĕншĕн тесессĕн эпир ăна çĕнме пултаратпăр,” – тенĕ.‎

(31) Анчах унпа пĕрле кайса килнисем урăхла каланă: “эпир вăл халăха хирĕç каяймастпăр, ‎вăл пирĕнтен вăйлăрах,” – тенĕ.‎

(32) Вара вĕсем хăйсем пăхса килнĕ çĕр çинчен Израиль ывăлĕсем хушшинче усал чап сарса ‎çÿренĕ, вĕсем каланă: “эпир пăхса тухнă çĕр — хăй çийĕнче пурăнакансене çисе яракан çĕр, унти ‎пĕтĕм халăх, эпир курнă халăх — питех те шултăра çынсем;‎

(33) эпир унта улăпсене те — Енак ывăлĕсене, улăп ăрăвĕнчен тухнăскерсене — куртăмăр; ‎эпир вĕсен умĕнче хĕрлĕ шăрчăк пек анчах иккенне хамăр куçпа куртăмăр, вĕсен куçне те эпир ‎çавăн пекех курăнтăмăр,” – тенĕ. ‎

Пай ‎14‎

(‎1‎) Вара пĕтĕм халăх уласа йĕре пуçланă, çав каç халăх [çĕрĕпех] йĕнĕ;‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсем пурте Моисейпе Аарона ÿпкеленĕ, пĕтĕм халăх вĕсене каланă: ах, ‎эпир Египет çĕрĕнчех вилнĕ пулсанччĕ е çак пушхиртех пĕтнĕ пулсанччĕ!

(3) çак çĕре пире ‎Çÿлхуçа мĕншĕн илсе каять-ши? пире хĕçпе вĕлерттерсе пĕтерме-ши? пирĕн арăмăрсемпе ‎ачамăрсем тăшман тупăшĕ пулса тăрĕç; каялла Египета таврăнсассăн пире авантарах пулмĕччĕ-‎ши? тенĕ.‎

(‎4‎) Унтан пĕрнепĕри каланă: хамăр валли пуçлăх суйласа хурар та Египета таврăнар, тенĕ.‎

(‎5‎) Моисейпе Аарон Израиль ывăлĕсен пуçтарăнса тăнă пĕтĕм халăхĕ умĕнче çĕре ÿксе ‎пуççапнă.‎

(‎6‎) Нав ывăлĕ Иисус тата Иефонния ывăлĕ Халев, çĕр пăхма кайса килнĕскерсем, хăйсен ‎тумтирне туртса çурнă та

(‎7‎) Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне çапла каланă: эпир пăхса çаврăннă çĕр питех те, питех ‎те аван;‎

(‎8‎) Çÿлхуçа, пире кăмăл курсассăн, пире çав çĕре илсе кĕрĕ, ăна — сĕтпе пыл юхса выртакан ‎çĕре — пире парĕ;‎

(‎9‎) анчах Çÿлхуçана хирĕç ан тăрăр, çав çĕрти халăхран ан хăрăр; вĕсем пирĕн алла лекĕç: ‎вĕсен хÿтлĕхĕ пĕтрĕ, пирĕнпе пĕрле Çÿлхуçамăр; вĕсенчен ан хăрăр, тенĕ.‎

(‎10‎) Пĕтĕм халăх: вĕсене чулпа персе вĕлерес! тенĕ. Анчах мĕнпур Израиль ывăлне пуху ‎чатăрĕнче [пĕлĕт ăшĕнче] Çÿлхуçа мухтавлăхĕ курăннă. ‎

(‎11‎) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: çак халăх Мана хăçанччен тарăхтарса пурăнĕ? Эпĕ хăйсем ‎хушшинче тунă тĕрлĕ паллăсене пурне те кура тăркачах хăçанччен вăл Мана шанмасăр тăрĕ?‎

(‎12‎) ăна чирпе хирсе тухăп, ăна пĕтерĕп, санран [тата санăн аçу килĕнчен] çак халăхран ‎йышлăрах та вăйлăрах халăх кăларăп, тенĕ.‎

(‎13‎) Анчах Моисей Çÿлхуçана каланă: çак халăха Эсĕ Египет çыннисем хушшинчен Хăвăн ‎хăватупа илсе тухрăн, апла Египет çыннисем илтĕç те

(‎14‎) çакăнта пурăнакансене каласа парĕç — çак çĕр çыннисем вара Эсĕ, Çÿлхуçамăр, Израиль ‎халăхĕ ху шшинче пулнине, Эсĕ, Çÿлхуçамăр, вĕсене Хăвна куçран куçа кăтартнине, Санăн ‎пĕлĕтÿ вĕсем тĕлĕнче тăнине, Эсĕ вĕсен умĕнчен кăнтăрла пĕлĕт юпа ăшĕнче, çĕрле вут юпа ‎ăшĕнче пынине илтнĕ;‎

(‎15‎) Эсĕ çак халăха пĕр çынна пĕтерсе пăрахнă пек пĕтерсе пăрахсассăн, Санăн мухтавлăху ‎çинчен илтнĕ халăхсем калĕç:‎

(‎16‎) Çÿлхуçа çак халăха Хăй тупа туса пама пулнă çĕре илсе кĕртме пултараймарĕ, çавăнпа ‎ăна пушхиртех пĕтерчĕ, тейĕç.‎

(‎17‎) Эппин, Ху каланă пек, Çÿлхуçа хăвачĕ мухтава тухтăр, Эсĕ çапла тесе каларăн:‎

(‎18‎) Çÿлхуçа вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă [тата тÿрĕ], Вăл йĕркесĕр пурăннине, усал ‎ĕçсене, [çылăхсене] каçарать, анчах хаса памасăр хăвармасть: ашшĕсен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн ‎ачисене виççĕмĕш, тăваттăмĕш сыпăка çитиччен хаса парать, терĕн.‎

(‎19‎) Çак халăха Египетран тухнăранпа ку таранччен каçарнă пек, Хăвăн виçесĕр хĕрхенекен ‎кăмăлупа çак халăхăн çылăхне каçарсам, тенĕ.‎

(‎20‎) Вара Çÿлхуçа [Моисее] каланă: санăн сăмахушăн каçаратăп;‎

(‎21‎) Эпĕ пур, [Манăн ятăм та яланах пур,] пĕтĕм çĕр Çÿлхуçа мухтавлăхĕпе тулнă:‎

(‎22‎) Манăн мухтавлăхăма, Манăн Египетра тата пушхирте тунă паллăмсене курнисем, Мана ‎ĕнтĕ вунă хут сăнанисем, Манăн сăмахăма итлеменнисем

(‎23‎) Эпĕ тупа туса хăйсен ашшĕсене пама пулнă çĕре пĕри те кураймĕ; [çак çĕре вĕсен ‎ачисене çеç — çакăнта Манпа пĕрле тăракансене, мĕн ыррине, мĕн усаллине пĕлменскерсене, ‎пĕтĕм пĕчĕк ачана, нимĕн те ăнланманскерсене çеç — парăп,] Мана тарăхтаракансем вăл çĕре ‎пĕри те кураймĕç;‎

(‎24‎) Хамăн Халев чурама вара хăй ăшĕнче урăх шухăш тытманшăн, Мана пĕтĕмпех итлесе ‎тăнăшăн хăй кайса килнĕ çĕре илсе кĕрĕп, ку çĕре унăн вăрлăхĕ еткерлĕхе илĕ;‎

(‎25‎) амаликсемпе Ханаансем айлăмра пурăнаççĕ; ыран каялла çаврăнăр та пушхире Хĕрлĕ ‎тинĕс енне кайăр, тенĕ.‎

(‎26‎) Унтан Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:‎

(‎27‎) çак усал халăх хăçанччен Мана ÿпкелĕ? Эпĕ Израиль ывăлĕсен Мана ÿпкелекен ÿпкевне ‎илтетĕп.‎

(‎28‎) Вĕсене кала: Çÿлхуçа: Эпĕ пур, тет, эсир Мана илтĕнмелле мĕн каларăр, Эпĕ сире çапла ‎тăвăп;‎

(‎29‎) сирĕн ÿтĕрсем çак пушхирте выртса юлĕç; эсир, шута кĕнисем, шутласа тухсассăн мĕн ‎чухлĕ пулнă, çавсем пурте, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, Мана ‎ÿпкелекенсем,‎

(‎30‎) Эпĕ аллăма çĕклесе сире вырăнаçтарма тупа тунă çĕре эсир Иефонния ывăлĕ Халевсăр ‎пуçне, Нав ывăлĕ Иисуссăр пуçне пĕри те кĕреймĕр;‎

(‎31‎) ачăрсем çинчен эсир: вĕсем тăшман тупăшĕ пулĕç, терĕр; Эпĕ вĕсене çав çĕре илсе ‎кĕрĕп, вĕсем эсир тиркенĕ çĕре курĕç,‎

(‎32‎) сирĕн виллĕрсем вара çак пушхире выртса юлĕç;‎

(‎33‎) эсир асса пурăннă пирки сирĕн ывăлăрсем пушхирте хĕрĕх çул хушши вырăнтан вырăна ‎куçса çÿрĕç, сирĕн ÿтĕрсем пушхирте ÿксе пĕтиччен хаса курĕç;‎

(‎34‎) хăвăр çĕр пăхса çÿренĕ хĕрĕх кун шучĕ тăрăх, эсир хăвăр çылăхăрсемшĕн хĕрĕх çул хаса ‎куратăр, пĕр куншăн çулталăк хаса куратăр, вара Эпĕ пăрахсассăн мĕн пуласса ăнласа илетĕр.‎

(‎35‎) Эпĕ, Çÿлхуçа, калатăп, каланă пек тăватăп та Хама хирĕç тăнă çак пĕтĕм усал халăха: ‎вĕсем пурте çак пушхирте пĕтĕç, вилсе выртĕç, тенĕ.‎

(‎36‎) Вара Моисей çĕр пăхма янă çынсем — каялла таврăнсассăн çав çĕр çинчен усал чап сарса ‎пĕтĕм халăха Моисее хирĕç тăма пăлхатнăскерсем,‎

(‎37‎) çĕр çинчен усал сасхура сарнăскерсем — Çÿлхуçа умĕнче сасартăк вилсе выртнă;‎

(‎38‎) çĕр пăхма кайнă çынсенчен Нав ывăлĕ Иисус тата Иефонния ывăлĕ Халев анчах чĕрĕ ‎юлнă.‎

(‎39‎) Çак сăмахсене Моисей пĕтĕм Израиль ывăлĕ умĕнче каласа панă, вара халăх питех те ‎пăшăрханса ÿкнĕ.‎

(‎40‎) Ирхине ирех тăнă та çапла каласа ту çине улăхса кайнă: акă эпир Çÿлхуçамăр каланă ‎вырăна каятпăр, эпир çылăха кĕнĕ ĕнтĕ, тенĕ.‎

(‎41‎) Моисей каланă: эсир мĕншĕн Çÿлхуçамăр хушнинчен иртетĕр? капла туни усăллă пулас ‎çук;42‎

(‎43‎) амаликсемпе Ханаансем унта сире хăвăр умăртах хĕçпе касса тăкĕç, мĕншĕн тесессĕн ‎эсир Çÿлхуçаран уйăрăлтăр, Çÿлхуçа сирĕнпе пĕрле пулмĕ, тенĕ.‎

(‎44‎) Анчах вĕсем ту тăррине улăхас шухăша пăрахман; Турă саккунĕн арчипе Моисей вара ‎тапăртан тухман.‎

(‎45‎) Çав ту çинче пурăнакан амаликсемпе Ханаансем аннă та вĕсене çĕмĕрсе тăкнă, вĕсене ‎Хорма патне çитиех хăваласа кайнă, [хăшĕсем тапăра таврăннă.] ‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎15‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: эсир Эпĕ сире пурăнма парас çĕре çитсессĕн,‎

(‎3‎) ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр тесе, Çÿлхуçана парнесем кÿре пуçлатăр: ‎пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне е сăмах панипе вăкăрсем, сурăхсем пусса кÿрекен парне, е ‎тимлĕ пулнипе кÿрекен парне, е хăвăр уявăрсенче паракан парнесем кÿре пуçлатăр,—‎

(‎4‎) çавăн чухне Çÿлхуçана парне кÿрекен çыннăн тырăпулăран [Ефан] вуннăмĕш пайĕ ‎чухлĕ тулă çăнăхĕ кÿмелле, ăна гинăн тăваттăмĕш пайĕ чухлĕ йывăç çăвĕпе хутăштармалла;5‎

(‎6‎) Ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр тесе, така кÿнĕ чухне тырăпулă парни кÿмешкĕн ‎Ефан иккĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ тулă çăнăхĕ пар, ăна гинăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ йывăç çăвĕпе ‎хутăштар;‎

(‎7‎) парне çине юхтарса пама гинăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ эрех илсе пыр.‎

(‎8‎) Пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне е сăмах панипе пусса кÿрекен парне, е тата ‎Çÿлхуçана канăçлăх парни пама çамрăк вăкăр кÿретĕн пулсассăн,‎

(‎9‎) вăкăрпа пĕрле тырăпулă парни кÿме Ефан виççĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ тулă çăнăхĕ илсе ‎пымалла, ăна çур гин йывăç çăвĕпе хутăштарса памалла;‎

(‎10‎) ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр тесе, парне çине юхтарса памашкăн çур гин эрех ‎илсе пыр. пВăкăр, така, сурăх путекки е качака путекки кÿмессерен çапла ту;‎

(‎12‎) хăвăр кÿрекен парнесен шучĕ тăрăх, кашни парне пуçне, вĕсен шучĕ тăрăх çапла тăвăр.‎

(‎13‎) Çав çĕрте пурăнакан кирек камăн та çакна, ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр тесе, ‎çапла тумалла;‎

(‎14‎) сирĕн хушшăрта ютран килнĕ çын пурăнать пулсассăн та, сирĕн йăхăрсем хушшинче ‎пурăнакан кирек кам та ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр тесе парне парать пулсассăн, ‎унăн та эсир тунă пекех тумалла;‎

(‎15‎) эсир — [Çÿлхуçа] халăхĕ, сирĕншĕн те, [сирĕн патăрта] пурăнакан ютран килнĕ çыншăн ‎та йĕрке пĕрре, вăл сирĕн сыпăкран сыпăка, ĕмĕртен ĕмĕре пытăр: эсир хăвăр та, ютран килнĕ ‎çын та Çÿлхуçа умĕнче пĕр пулатăр;‎

(‎16‎) сирĕншĕн те, сирĕн патăрта пурăнакан ютран килнĕ çыншăн та пĕр саккун, пĕр тивĕç ‎пултăр, тенĕ.‎

(‎17‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎18‎) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: эсир Эпĕ илсе каякан çĕре кĕрсессĕн,‎

(‎19‎) çав çĕрти çăкăра çие пуçласассăн, Çÿлхуçа умĕнче çĕклесе парне кÿрĕр;‎

(‎20‎) малтанхи чустăртан пашалу пĕçерсе, ăна Çÿлхуçа умĕнче çĕклесе парне кÿрĕр; вăл ‎анкартинчен кÿнĕ парне пултăр.‎

(‎21‎) Çÿлхуçана малтанхи чустăртан парне парассине сыпăкран сыпăка туса тăрăр.‎

(‎22‎) Пĕлмен пирки эсир Çÿлхуçа Моисее каласа панă çак ÿкĕтсене пăссассăн, вĕсене пĕтĕмпе ‎пурăнăçласа тăмасассăн,‎

(‎23‎) Çÿлхуçа [Турă] сире Моисей урлă мĕн ÿкĕтленине пурне те Вăл ÿкĕтленĕ кунран пуçласа ‎малашне сыпăкран сыпăка туса тăмасассăн,‎

(‎24‎) çапла халăх астăвайман пирки йăнăш тусассăн, ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр ‎тесе, пĕтĕм халăх пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн [айăпсăр] çамрăк вăкăр кÿтĕр; йĕрке тăрăх ‎унпа пĕрле тырăпулă парни, ун çине юхтармалли парне тата çылăхшăн пĕр качака таки кÿтĕр;‎

(‎25‎) вара священник Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне тасатĕ, йăнăшпа пулнăран вĕсен ‎çылăхĕ те каçарăнĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем хăйсем кÿрес парнине Çÿлхуçана пачĕç ĕнтĕ, ‎Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕнĕшĕн, хăйсем йăнăш тунăшăн парне кÿчĕç;‎

(‎26‎) Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне тата вĕсем хушшинче пурăнакан ютран килнĕ çынна ‎Турă каçарĕ, мĕншĕн тесессĕн çакна пĕтĕм халăх йăнăшпа тунă.‎

(‎27‎) Пĕлмен пирки кам та пулин çылăха кĕрсессĕн, çылăх парни пама пĕр çулхи качака ‎кÿтĕр;‎

(‎28‎) Çÿлхуçа умĕнче йăнăшпа çылăх тунă чуна священник тасатĕ, вăл вара тасалĕ, унăн ‎çылăхĕ каçарăнĕ;‎

(‎29‎) кам та кам йăнăшпа мĕн те пулин тусассăн, çакăнта çуралса ÿснĕ Израиль çыннишĕн те, ‎сирĕн патăрта пурăнакан ютран килнĕ çыншăн та сирĕн пĕр саккун пултăр.‎

(‎30‎) Çак çĕрте пурăнакансенчен е ютран килнĕ çынсенчен кам та кам чăрсăр аллипе мĕн те ‎пулин тăвать, ку Çÿлхуçана хурлани пулать: çав чун хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтĕ,‎

(‎31‎) мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçа сăмахне вырăна хумарĕ, Унăн ÿкĕтне пăсрĕ; çав чун пĕтĕ, ‎унăн çылăхĕ хăй çинче пулĕ, тенĕ.‎

(‎32‎) Израиль ывăлĕсем пушхирте тăнă чухне шăматкун вутă пуçтаракан çынна тĕл пулнă;33‎

(‎34‎) ăна мĕн тумалли паллă пулманха, çавăнпа ăна хурал тăратса хупса лартнă.‎

(‎35‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: ку çын вилме тивĕçлĕ; тапăр тулашĕнче ăна пĕтĕм халăх чулпа ‎персе вĕлертĕр, тенĕ.‎

(‎36‎) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, пĕтĕм халăх ăна, тапăр тулашне илсе тухса, чулпа перепере ‎ÿкернĕ, вара вăл вилнĕ.‎

(‎37‎) Унтан Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎38‎) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: вĕсем хăйсен тумтирĕсен арки вĕçне çÿçе ‎яччăр, тумтирĕ арки вĕçĕнчи çÿçене сенкер çăм çиппи туртса тухчăр; çапла тăвасси сирĕн ‎сыпăкран сыпăка пытăр;‎

(‎39‎) çÿçене çип яни акă мĕншĕн кирлĕ: эсир, ун çине пăхса, Çÿлхуçанăн мĕнпур ÿкĕтне аса ‎илсе тăрăр, вĕсене пурăнăçласа тăрăр, хăвăра аскăн ĕç енне туртакан кăмăлăр, куçăр хыççăн ‎каймăр,‎

(‎40‎) сирĕн Манăн мĕнпур ÿкĕтĕме асра тытса пурăнăçласа тăмалла пултăр, хăвăр Туррăр ‎умĕнче сăваплă пулмалла пултăр.‎

(‎41‎) Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, сирĕн Туррăр пулмашкăн Эпĕ сире Египет çĕрĕнчен илсе ‎тухрăм: Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, тенĕ.‎

Пай ‎16‎

(‎1‎) Левий йăхĕн çынни — Кааф ывăлĕн Ицгарăн ывăлĕ Корей — тата Рувим йăхĕн çыннисем ‎‎— Елиав ывăлĕсем Дафанпа Авирон, Фалеф ывăлĕ Авнан —‎

(‎2‎) Моисее хирĕç тăнă, Израиль ывăлĕсенчен икçĕр аллă çын — халăх пуçлăхĕсем, пухăва ‎çÿрекен ятлă çынсем — вĕсем майлă пулнă.‎

(‎3‎) Вĕсем Моисейпе Аарона хирĕç пухăнса пынă та каланă: çитĕ ĕнтĕ сире! пĕтĕм халăх, ‎пурте сăваплă, вĕсем хушшинче Çÿлхуçа! мĕншĕн эсир хăвăра Çÿлхуçа халăхĕнчен мала ‎хуратăр? тенĕ.‎

(‎4‎) Çакна илтсессĕн Моисей çĕре ÿксе пуççапнă та

(‎5‎) Корейпе ун майлă çынсене пурне те çапла тесе каланă: Хăй патне çывăхартмашкăн кам ‎Унăн пулнине, кам сăваплă пулнине Çÿлхуçамăр ыран кăтартĕ; Вăл кама суйласа илĕ, çавна Хăй ‎патне çывăхартĕ;‎

(‎6‎) эсир акă çапла тăвăр: Корей тата унпа пĕр шухăшлисем пурте тĕтĕркĕчсем илĕр те

(‎7‎) вĕсен ăшне ыран Çÿлхуçамăр умĕнче вуткăвар хурăр, тĕтĕрмелли хурăр; Çÿлхуçамăр ‎кама суйласа илĕ, çавă сăваплă пулĕ. Çитĕ ĕнтĕ сире, Левий ывăлĕсем! тенĕ.‎

(‎8‎) Унтан Моисей Корейе каланă: Левий ывăлĕсем, итлĕрха!‎

(‎9‎) Израиль Турри сире Израиль халăхĕ хушшинчен уйăрса илчĕ, Хăйĕн кĕлĕ чатăрĕнче ‎ĕçлесе тăмашкăн, [Çÿлхуçа] халăхĕ умĕнче уншăн ĕçлесе тăмашкăн сире Хăй патне çывăхартрĕ, ‎сирĕншĕн çакă еахал-им?‎

(‎10‎) Вăл сана, санпа пĕрле пĕтĕм тăванна, Левий ывăлĕсене, Хăй патне çывăхартрĕ, эсир ‎тата священник тивĕçне илесшĕн тăрăшатăр. “Çапла ĕнтĕ эсĕ, санăн пĕтĕм таврашу Çÿлхуçана ‎хирĕç пуçтарăнтăр. Аарон мĕн турĕ? эсир мĕншĕн ăна ÿпкелетĕр? тенĕ.‎

(‎12‎) Моисей вара Дафанпа Авирона, Елиав ывăлĕсене, чĕнтерме янă. Анчах лешĕсем: ‎пымастпăр! тенĕ.‎

(‎13‎) Эсĕ пире, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕртен илсе тухса, пушхирте вĕлерме илсе килтĕн, ‎ку сахал-им? эсĕ тата пирĕн пуç пулса тăрасшăн!‎

(‎14‎) эсĕ пире сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре илсе килтĕни, пире уйхир, иçĕм пахчи патăни? ‎эсĕ çак çынсен куçĕсене суккăр тăвасшăни? пымастпăр! тенĕ.‎

(‎15‎) Моисей питех те кăмăлсăрланнă, вара Çÿлхуçана каланă: вĕсен парни çине çаврăнса ан ‎пăхсам; эпĕ вĕсенчен пĕринчен те ашак ыйтса илмен, вĕсенчен пĕрне те усал туман, тенĕ.‎

(‎16‎) Унтан Моисей Корейе каланă: эсĕ хăв та, санăн пĕтĕм ушкăну та ыран Çÿлхуçа умĕнче ‎пулăр, эсĕ, вĕсем тата Аарон пултăр;‎

(‎17‎) кашнийĕ хăйĕн тĕтĕркĕчне илтĕр, унта тĕтĕрмелли хутăр, вара кашнийĕ хăйĕн ‎тĕтĕркĕчне Çÿлхуçа умне илсе пытăр, икçĕр аллă тĕтĕркĕч пулĕ; эсĕ те, Аарон та кашнийĕ хăйĕн ‎тĕтĕркĕчне илсе пырăр, тенĕ.‎

(‎18‎) Вара кашнийĕ хăйĕн тĕтĕркĕчне илнĕ те унта вуткăвар хунă, тĕтĕрмелли янă, кайран ‎пуху чатăрĕ умне тăнă; Моисейпе Аарон та çапла тунă.‎

(‎19‎) Корей вĕсене хирĕç пуху чатăрĕ умне пĕтĕм халăха пухса тăратнă. Çавăн чухне пĕтĕм ‎халăха Çÿлхуçа мухтавлăхĕ курăннă.‎

(‎20‎) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:‎

(‎21‎) эсир ку халăхран уйăрăлăр, Эпĕ вĕсене самантрах пĕтерсе пăрахăп, тенĕ.‎

(‎22‎) Вĕсем вара çĕре ÿксе пуççапнă та кала нă: эй Турă, кашни ÿтри чĕм Турри! пĕр çын ‎çылăха кĕнĕ те, Эсĕ вара пĕтĕм халăха çилленетĕни? тенĕ.‎

(‎23‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎24‎) халăха кала: Корей, Дафан, Авирон килĕçуртĕнчен пур енчен те сирĕлĕр, те, тенĕ.‎

(‎25‎) Моисей тăнă та Дафанпа Авирон патне кайнă, ун хыççăн Израилĕн аслă çыннисем пынă.‎

(‎26‎) Моисей халăха каланă: çак йĕркесĕр çынсен чатăрĕсенчен пăрăнăр, вĕсен ‎çылăхĕсемшĕн вĕсемпе [пĕрле] пĕтес мар тесессĕн, вĕсен пĕр япалине те ан тĕкĕнĕр, тенĕ.‎

(‎27‎) Вĕсем вара Корей, Дафан, Авирон килĕçуртĕнчен пур енчен те аяккарах кайса тăнă; ‎Дафанпа Авирон хăйсен арăмĕсемпе, ывăлĕсемпе, пĕчĕк ачипăчипе пĕрле тухнă та хăйсен ‎чатăрĕсен алăкĕ умне тăнă.‎

(‎28‎) Вара Моисей каланă: [çакна эпĕ] хамăн ирĕкĕмпе туманнине, çак пĕтĕм ĕçе тума мана ‎Çÿлхуçа янине эсир акă çакăнтан пĕлетĕр:‎

(‎29‎) вĕсем ытти çынсем пекех вилес пулсассăн, вĕсене тивес хаса ытти çынсене тивекен хаса ‎пекех пулсассăн, мана Çÿлхуçа яман;‎

(‎30‎) эхер те Çÿлхуçа нихăçан пулманнине кăтартсассăн, çĕр çурăлса кайса вĕсене ‎‎[килĕçурчĕпе, чатăрĕсемпе пĕрле], вĕсен мĕн пуррине пĕтĕмпех çĕр çăтас пулсассăн, вĕсем ‎чĕрĕллех çĕр тĕпне анса каяс пулсассăн — пĕлĕр вара: çак çынсем Çÿлхуçана сума суман çынсем ‎пулнă, тенĕ.‎

(‎31‎) Çапла каланă çеç вăл, лешĕсен ури айĕнчи çĕр кисренсе пута пуçланă;‎

(‎32‎) унтан çĕр çурăлса кайса çав çынсене, вĕсен килçуртне тата Корейĕн пĕтĕм килнейышне ‎мулĕмĕнĕпе пĕтĕмпе çăтса янă;‎

(‎33‎) вĕсем пĕтĕм пурлăхĕпе пĕрле чĕрĕллех çĕр тĕпне анса кайнă, çиелтен вĕсене çĕр ‎хупланă, вара вĕсем халăх хушшинчен çухалнă.‎

(‎34‎) Вĕсем кăшкăрнинейĕнине илтсессĕн, йĕритавра тăракан Израиль çыннисем, пире те çĕр ‎çăтса ан ятăрччĕ тесе, пурте айккинелле пăрахса тарнă.‎

(‎35‎) Унтан Çÿлхуçаран вут тухнă та тĕтĕрмелли илсе пынă леш икçĕр аллă çынна çунтарса ‎янă.‎

(‎36‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎37‎) Елеазара — Аарон ывăлне, священника — кала: вăл çунса кайнисен [пăхăр] ‎тĕтĕркĕчĕсене пуçтарса илтĕр те унти вуткăвара кăларса ывăттăр,‎

(‎38‎) мĕншĕн тесессĕн çак çылăхлă çынсен тĕтĕркĕчĕсем вĕсен вилĕмĕпе тасалăх тивлечĕ ‎илчĕç ĕнтĕ, халĕ çав тĕтĕркĕчсене парне вырăнне витме çапса сарччăр, мĕншĕн тесессĕн çав ‎çынсем вĕсене Çÿлхуçа умне илсе килнĕччĕ, вĕсем тасалăх тивлечĕ илчĕç ĕнтĕ; вĕсем Израиль ‎ывăлĕсене астутаракан паллă пулĕç, тенĕ.‎

(‎39‎) Елеазар священник вара çунтарса янă çынсен пăхăр тĕтĕркĕчĕсене пуçтарса илнĕ, ‎кайран вĕсене парне вырăнне витме çапса сарнă,‎

(‎40‎) çакна Израиль ывăлĕсене астутарса тăма тунă, урăх çын — Аарон йăхĕнчен тухман çын — ‎никам та Çÿлхуçа умĕнче тĕтĕрме ан шутлатăр, çав çыннăн Корей курнине, унпа пĕр канашлă ‎çынсем курнине курмалла ан пултăр тесе, Елеазар священник хăйне Çÿлхуçа Моисей урлă ‎каланă пек тунă.‎

(‎41‎) Тепĕр кунне Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхĕ Моисейпе Аарона ÿпкеленĕ: эсир Çÿлхуçа ‎халăхне вĕлерттертĕр, тенĕ.‎

(‎42‎) Хăйсене хирĕç халăх пухăнсассăн, Моисейпе Аарон пуху чатăрĕ енне çаврăнса тăнă, акă ‎пуху чатăрне пĕлĕт хупăрласа илнĕ те Çÿлхуçа мухтавлăхĕ курăннă.‎

(‎43‎) Моисейпе Аарон пуху чатăрĕ патне пынă.‎

(‎44‎) Çÿлхуçа Моисее [тата Аарона] çапла тесе каланă:‎

(‎45‎) ку халăхран пăрăнăр, Эпĕ вĕсене самантра пĕтерсе пăрахатăп, тенĕ. Анчах вĕсем çĕре ‎ÿксе пуççапнă.‎

(‎46‎) Моисей Аарона каланă: тĕтĕркĕчне ил те унта парне вырăнĕ çинчен вуткăвар илсе хур, ‎тĕтĕрмелли яр, вара хăвăртрах халăх патне илсе кай, ун хутне кĕр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа ‎çилли çитрĕ [те], халăх вилме пуçларĕ, тенĕ.‎

(‎47‎) Аарон Моисей каланă япалине илнĕ те халăх хушшине чупса кайнă, акă ĕнтĕ халăх пĕте ‎пуçланă. Аарон тĕтĕркĕчне тĕтĕрмелли хунă та халăха хÿтĕлеме тăнă;‎

(‎48‎) вăл вилнисемпе чĕррисем хушшине тăнă, вара халăх пĕтесси чарăннă.‎

(‎49‎) Корей ĕçне пула вилнисене шута илмесессĕн, çавăн чухне вунтăватă пин те çичçĕр çын ‎вилнĕ.‎

(‎50‎) Халăх пĕтесси чарăнсассăн, Аарон Моисей патне, пуху чатăрне кĕмелли вырăна, ‎таврăннă. ‎

Пай ‎17‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсене кала та вĕсенĕн кашни йăхĕнчен, йăх тăрăх кашни пуçлăхран, пĕрер ‎туя ил, пурĕ вуникĕ туя пулĕ, кашнийĕн ятне хăйĕн туйи çине çырса хур;‎

(‎3‎) Аарон ятне Левий туйи çине çыр, мĕншĕн тесессĕн [вĕсенĕн] кашни йăх пуçлăхĕнчен ‎пĕрер туя [памалла];‎

(‎4‎) çав туясене эсĕ пуху чатăрне, Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умне, Эпĕ хăвăра ‎курăнакан вырăна, хур;‎

(‎5‎) Эпĕ кама суйласа илĕп, çавăн туйи чечеке ларĕ; Израиль ывăлĕсем сире ÿпкелесе ‎калакан ÿпкеве Эпĕ çапла пусарăп, тенĕ.‎

(‎6‎) Моисей çакна Израиль ывăлĕсене пĕлтернĕ те, вĕсен пуçлăхĕсем пурте, кашни пуçлăх, ‎ăна пĕрер туя панă, йăх тăрăх вуникĕ туя пухăннă, вĕсем хушшинче Аарон туйи те пулнă.‎

(‎7‎) Туйисене Моисей Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрне Çÿлхуçа умне хунă.‎

(‎8‎) Тепĕр кунне Моисей [тата Аарон] Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрне кĕнĕ те — акă ‎Левий йăхĕнчен тухнă Аарон туйи ешерсе ларать: çулçă сарнă, çеçке çурнă, миндаль çимĕçĕ ‎ÿстернĕ.‎

(‎9‎) Моисей пур туйине те Çÿлхуçа умĕнчен Израиль ывăлĕсем патне илсе тухнă. Вĕсем ‎çакна курнă та кашнийĕ хăйĕн туйине каялла илнĕ.‎

(‎10‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: Аарон туйине каялла Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умне ‎хур, вăл çавăнта упрантăр, вăл пăхăнманнисене астутарса тăракан паллă пултăр, вĕсен Мана ‎ÿпкелесси пĕттĕр, вĕсен вилмелле ан пултăр, тенĕ. “Моисей çапла тунă: хăйне Çÿлхуçа мĕнле ‎хушнă, çавăн пек тунă та.‎

(‎12‎) Израиль ывăлĕсем Моисее каланă: акă эпир вилетпĕр, пĕтетпĕр, пурте вилсе пĕ тетпĕр!‎

(‎13‎) Çÿлхуçанăн кĕлĕ чатăрĕ çывăхне пыракан кирек кам та вилет, эпир пурте вилсе ‎пĕтмĕпĕр-ши? тенĕ. ‎

Пай ‎18 ‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Аарона каланă: сăваплă вырăнта тирпей пулмасассăн, сана та, санăн ывăлусене ‎те, санăн аçу килне те çылăх пулĕ; хăвăрăн священник ĕçне тимлĕ туса тăмасассăн, сана та, ‎санăн ывăлусене те çылăх тивĕ.‎

(‎2‎) Левий йăхĕнчен, аçу ăрăвĕнчен, тухнă тăванусене те ху патна ил: вĕсем сан таврашăнта ‎пулччăр, сана пулăшса тăччăр, эсĕ вара хăвăн ывăлусемпе пĕрле Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ ‎чатăрĕнче ĕçле; Звĕсем сана кĕлĕ йĕрки тума пулăшчăр, кĕлĕ чатăрĕнчи пĕтĕм ĕçе туса тăччăр; ‎анчах сăваплă вырăнăн япалисене, парне вырăнне ан тĕкĕнччĕр, вĕсен те, сирĕн те вилмелле ан ‎пултăр.4‎

(‎5‎) Улĕм Израиль ывăлĕсене Турă çилли ан çиттĕр тесе, сăваплă вырăнта тата парне ‎вырăнĕ умĕнче кĕлĕ йĕркисене çапла туса тăрăр,‎

(‎6‎) мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сирĕн тăванăрсене, Левитсене, Израиль ывăлĕсенчен уйăрса илсе, ‎Çÿлхуçана халалласа, вĕсем пуху чатăрĕнче ĕçлесе тăччăр тесе сире патăм;‎

(‎7‎) парне вырăнĕ умĕнче тата шалта чаршав хыçĕнче священник тумалли пĕтĕм ĕçе эсир — ‎эсĕ те, санăн ывăлусем те — тимлĕ, тирпейлĕ туса тăрăр; Эпĕ сире священник пулма халаллатăп, ‎урăх çынна вара çакăнта çывăхарсассăн вĕлерме тытса парĕç, тенĕ.‎

(‎8‎) Çÿлхуçа Аарона каланă: Эпĕ сана Мана парне кÿнине сăнаса тăма хушатăп; Израиль ‎ывăлĕсем кÿрекен пур парнерен те Эпĕ сана, санăн ывăлусене священник ĕçĕшĕн ĕмĕрлĕхе пай ‎панă;‎

(‎9‎) çунтармасăр хăваракан аслă сăваплă парнесенчен сана акă çакă пултăр: Мана кÿрекен ‎кирек хăш тырăпулă парни те, çылăхшăн кÿрекен кирек хăш парне те, кирек хăш ÿкĕнĕç парни ‎те; сана, санăн ывăлусене аслă сă ваплă парне ку.‎

(‎10‎) Ăна чи сăваплă çĕрте çийĕр; ăна пур арçын та çиме пултарать, [эсĕ хăв та, санăн ‎ывăлусем те]; саншăн ку сăваплă парне пултăр. “Вĕсен Турă умĕнче çĕклентерсе кÿнĕ ‎парнисенчен сана çакă пултăр: Израиль ывăлĕсем çĕклентерсе кÿнĕ пĕтĕм парнене Эпĕ сана, ‎санăн ывăлусемпе хĕрÿсене ĕмĕрлĕхе панă; ăна санăн килÿнти кашни таса çын çиме пултарать.‎

(‎12‎) Çÿлхуçана кÿрекен чи лайăх йывăç çăвне, чи лайăх иçĕм çырлипе чи лайăх тырра, çак ‎çимĕçсенчен чи малтан ĕлкĕрнисене, Эпĕ сана патăм;‎

(‎13‎) вĕсем Çÿлхуçана парнелекен малтанхи мĕнпур çĕр çимĕçĕ сана пултăр; ăна сан килÿнти ‎кашни таса çын çиме пултарать.‎

(‎14‎) Израиль çĕрĕнче мĕн тупалани пурте сана пултăр.‎

(‎15‎) Вар уçса çуралнисем, Çÿлхуçана панисем — этеми, выльăхи вăл — пурте санăн пулччăр; ‎анчах малтан çуралнă арçын ачана каялла тÿлесе илмелле, малтан çуралнă таса мар выльăха та ‎каялла тÿлесе илмелле;‎

(‎16‎) вĕсемшĕн çапла тÿлемелле: ху хак панă тăрăх, пĕр уйăхринчен пуçласа кашни ачашăн ‎пилĕк сикль кĕмĕл ил, таса сикль виçипе ил, сикльре çирĕм гера пулмалла;‎

(‎17‎) анчах малтан çуралнă вăкăршăн та, малтан çуралнă сурăхпа малтан çуралнă качакашăн ‎та укçа ан ил: вĕсем — сăваплă; парне кÿрекен вырăна вĕсен юнĕпе сирпĕт, ăш çăвне вут çинче ‎çунтарса яр, ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр;‎

(‎18‎) вĕсен ашĕ вара сана пултăр, силлентерсе кÿнĕ ăмăрĕ те, сылтăм хулĕ те сана пултăр.‎

(‎19‎) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа умĕнче çĕклентерсе кÿрекен пĕтĕм сăваплă парнене, ĕмĕрхи ‎йĕрке тăрăх, сана тата санпа пĕрле санăн ывăлусемпе хĕрÿсене паратăп; ку — сана тата санпа ‎пĕрле санăн тăхăмна Çÿлхуçа умĕнче ĕмĕрлĕхе панă тăварăн халалĕ, тенĕ.‎

(‎20‎) Çÿлхуçа Аарона каланă: вĕсен çĕрĕнче санăн еткер çĕр пулмасть, вĕсен хушшинче сана ‎пай та пулмасть; Израиль ывăлĕсем хушшинчи санăн паю, санăн еткерлĕхÿ — Эпĕ.‎

(‎21‎) Левий ывăлĕсене Эпĕ акă пуху чатăрĕнче ĕçлесе тăнăшăн, унта кĕлĕ йĕркисене туса ‎тăнăшăн Израилĕн пĕтĕм пурлăхĕн вуннăмĕш пайне патăм;‎

(‎22‎) Израиль ывăлĕсем вара, çылăха кĕрсе вилес темесессĕн, малашне пуху чатăрĕ патне ан ‎çывăхарччăр:‎

(‎23‎) вĕсенĕн çылăхĕсене хăйсем çине илсе, пуху чатăрĕнчи ĕçсене Левитсем туса тăччăр. Ку ‎йĕркене сирĕн ăрăвăрсене ĕмĕрлĕхе панă; Израиль ывăлĕсем хушшинче вĕсем еткер çĕр илмĕç;‎

(‎24‎) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа умĕнче çĕклентерсе кÿрекен парнесене, вĕсен пурлăхĕн ‎вуннăмĕш пайне, Эпĕ Левитсене паратăп, çавăнпа каларăм та ĕнтĕ вĕсене: Израиль ывăлĕсем ‎хушшинче вĕсем еткер çĕр илмĕç, терĕм, тенĕ.‎

(‎25‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎26‎) Левитсене пĕлтер, кала вĕсене: Эпĕ сире Израиль ывăлĕсен çĕклентерсе кÿрекен ‎парнийĕнчен вуннăмĕш пайне еткерлĕхе паратăп, ăна илсессĕн, вĕсем Çÿлхуçана çавăнтан ‎парне кÿччĕр, вуннăмĕш пайĕн вуннăмĕш пайне паччăр,‎

(‎27‎) ку эсир йĕтем çинчен тырă кÿнĕ пек, юхтаркăчран парне кÿнĕ пек шутланĕ;‎

(‎28‎) çапла вара эсир те Çÿлхуçана парне кÿрсе тăрăр: Израиль ывăлĕсенчен илсе тăракан ‎парнерен, вĕсен пурлăхĕн вуннăмĕш пайĕнчен, кÿрсе тăрăр, Çÿлхуçана кÿмелли парнене Аарон ‎священника парăр;‎

(‎29‎) сире паракан пĕтĕм таса парнерен чи лайăххине Çÿлхуçана Унăн умĕнче çĕклентерсе ‎парнелĕр.‎

(‎30‎) Кала вĕсене: парнесенчен чи лайăххине парсассăн, çакă Левитсем йĕтем çинчен панă ‎парне пек, юхтаркăчран панă парне пек шутланĕ;‎

(‎31‎) çакна эсир — эсир те, [сирĕн ывăлăрсем те,] сирĕн килĕрйышăр та — кирек ăçта та çиме ‎пултаратăр, мĕншĕн тесессĕн ку сире пуху чатăрĕнчи ĕçсене туса тăнăшăн тÿлени шутланать;‎

(‎32‎) парнесенчен чи лайăххине Турра пар сассăн, сире çылăх тивмĕ; Израиль ывăлĕсем ‎халалланă парнене ан ирсĕрлетĕр, вара вилместĕр, тенĕ. ‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎19‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Çÿлхуçа панă саккун йĕрки çакăн пек, тенĕ: Израиль ывăлĕсене кала: вĕсем сан патна ‎айăпсăр, пĕр кăлтăксăр [тата] хăмăт тивмен хĕрлĕ пушмак пăру илсе пыччăр; ‎

(‎3‎) ăна Елеазар священника парăр, вăл ăна тапăр тулашне [таса вырăна] илсе тухтăр, ‎пăрăва ун умĕнче пусчăр; ‎

(‎4‎) Елеазар священник унăн юнĕпе пÿрнине йĕпеттĕр те пуху чатăрĕн мал енне çичĕ хутчен ‎юн сирпĕттĕр,‎

(‎5‎) пăрăва унăн куçĕ умĕнче çунтарччăр: унăн тирне, ашне, юнне унăн тасамарлăхĕпе пĕрле ‎çунтарса яччăр;‎

(‎6‎) священник кедр йывăçĕ, иссоп тата йăм хĕрлĕ çăм çиппи илтĕр те çакна çунакан пăру ‎çине пăрахтăр;‎

(‎7‎) кайран священник хăйĕн тумтирне çуса тасаттăр, хăй те шывпа çăвăнтăр, вара тапăра ‎таврăнтăр, священник каç пуличчен таса мар пулĕ.‎

(‎8‎) Пушмак пăрăва çунтараканни те хăйĕн тумтирне шывпа çуса тасаттăр, хăй те шывпа ‎çăвăнтăр, вăл каç пуличчен таса мар пулĕ;‎

(‎9‎) кам та пулин, тасаскер, пăру кĕлне пуçтарса илтĕр те ăна тапăр тулашне таса çĕре хутăр, ‎çав кĕл Израиль ывăлĕсен халăхĕ валли упрантăр, вăл тасатакан шыв тума кирлĕ: ку — çылăх ‎парни;‎

(‎10‎) пăру кĕлне пуçтарнă çын та хăйĕн тумтирне çуса тасаттăр, вăл каç пуличчен таса мар ‎пулĕ. Çак йĕрке Израиль ывăлĕсемшĕн тата ютран килсе вĕсем хушшинче пурăнакан ‎çынсемшĕн ĕмĕрлĕхе пултăр. пКам та кам пĕрпĕр вилнĕ çынна сĕртĕнет, çавă çичĕ кун хушши ‎таса мар пулĕ;‎

(‎12‎) виççĕмĕш кунне тата çиччĕмĕш кунне унăн çав [шывпа] çăвăнса тасалмалла, вара таса ‎пулать; виççĕмĕш тата çиччĕмĕш кунне çăвăнса тасалмасассăн, таса мар пулать;‎

(‎13‎) кирек кам та, пĕрпĕр вилнĕ çынна сĕртĕннĕ пулсассăн, кайран тасалман пулсассăн, ‎Çÿлхуçа çуртне ир сĕрлетет: ун пек çынна Израиль хушшинчен пĕтермелле, мĕншĕн тесессĕн ‎вăл тасатакан шывпа çăвăнман, вăл таса мар, унăн тасамарлăхĕ хăйĕн çинчех.‎

(‎14‎) Саккун çакăн пек: чатăрта çын вилес пулсассăн, кайран чатăра кам та пулин кĕрес ‎пулсассăн, çавă та, чатăрти пур япала та çичĕ кун хушши таса мар пулать;‎

(‎15‎) çиелтен витсе çыхман, хупламан кирек мĕнле уçă савăт та таса мар.‎

(‎16‎) Кам та кам вăрçă хирĕнче хĕçрен вилнĕ çынна е ахаль вилнĕ çынна, е этем шăммине, е ‎тупăка сĕртĕнет, çавă çичĕ кун хушши таса мар пулать.‎

(‎17‎) Таса мар çынна тасатмашкăн çылăхшăн çунтарнă парне кĕлне савăта хуччăр та унта чĕрĕ ‎шыв яччăр;‎

(‎18‎) кам та пулин, тасаскер, иссоп илтĕр те ăна çав шывпа йĕпеттĕр, кайран чатăра, унти ‎пĕтĕм çынна, савăтсапана сирпĕтсе тухтăр, [этем] шăммине е вĕлернĕ çынна, е ахаль вилене, е ‎тупăка сĕртĕннĕ çынна та сирпĕттĕр;‎

(‎19‎) таса этем таса маррине виççĕмĕш тата çиччĕмĕш кунне пĕрĕхтĕр, вара ăна çиччĕмĕш ‎кунĕнче тасатса çитерĕ; кайран вăл хăйĕн тумтирне çуса тасаттăр, [ÿтне те] шывпа çутăр, вара ‎каç тĕлне таса пулĕ.‎

(‎20‎) Кам та кам таса мар пулсассăн, вăл хăйне тасатмасть пулсассăн, çав çынна халăх ‎хушшинчен пĕтермелле, мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçанăн сăваплă вырăнне ирсĕрлентернĕ; ăна ‎тасатакан шывпа сирпĕтмен, вăл таса мар.‎

(‎21‎) Çак йăлайĕрке вĕсене ĕмĕрлĕхе пултăр. Тасатакан шывпа сирпĕтекенни те хăйĕн ‎тумтирне çуса тасаттăр; тасатакан шыва тĕкĕннĕ çын та каçчен таса мар пулĕ.‎

(‎22‎) Таса мар этем мĕне тĕкĕнет, çавă пурте таса мар пулать; ăна тĕкĕннĕ çын та каçчен таса ‎мар пулать, тенĕ. ‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎20‎

(‎1‎) Пĕрремĕш уйăхра Израиль ывăлĕсем, пĕтĕм халăх, Син пушхирне çитнĕ, халăх Кадес ‎хулинче чарăнса тăнă, çавăнта Мариам вилнĕ, ăна унтах пытарнă.‎

(‎2‎) Унта халăх валли шыв пулман, çавăнпа вĕсем Моисейпе Аарона хирĕç тăнă; ‎

(‎3‎) халăх Моисее ÿпкелесе каланă: ах, çавăн чухне, тăванăмăрсем Çÿлхуçа умĕнче вилсе ‎выртнă чухне, пирĕн те вилмеллеччĕ!‎

(‎4‎) мĕншĕн эсир Çÿлхуçа халăхне çак пушхире илсе килтĕр, пирĕн тата хамăр ‎выльăхчĕрлĕхĕн çакăнта пĕтмеллеи?‎

(‎5‎) мĕншĕн эсир пире Египетран ертсе тухрăр, çак юрăхсăр вырăна илсе килмеи? кунта ‎акма юрăхлă çĕр те çук, кунта смоква йывăçĕ те, иçĕм çырли те, нар улми те çук, ĕçмелли шывĕ ‎те пулин çук! тенĕ.‎

(‎6‎) Моисейпе Аарон халăхран уйăрăлнă та, пуху чатăрĕн алăкĕ умне пырса, çĕре ÿксе ‎пуççапнă, вара вĕсене Çÿлхуçа мухтавлăхĕ курăннă.‎

(‎7‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎8‎) туюна тыт та халăха пух, эсĕ тата Аарон пиччÿ вĕсенĕн куçĕ умĕнче чул хысакне калăр, ‎вара чулран шыв тапса тухĕ: çапла чулран шыв кăларса халăха та, выльăх-чĕрлĕхе те ĕçтерĕн, ‎тенĕ.‎

(‎9‎) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, Моисей Çÿлхуçа умĕнче туйине тытнă.‎

(‎10‎) Вара Моисейпе Аарон пĕтĕм халăха чул хысакĕ патне пухнă та, Моисей çапла каланă: ‎итлĕр, пăлхавçăсем, тен, пирĕн сире валли çак чулран шыв кăларас? пМоисей аллине çĕкленĕ ‎те туйипе икĕ хутчен чула çапнă, вара тулăх шыв юхса тухнă, ăна халăх та, выльăхчĕрлĕх те ‎ĕçнĕ.‎

(‎12‎) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона каланă: эсир Мана ĕненмерĕр, Манăн сăваплăхăма Израиль ‎ывăлĕсем умĕнче кăтартмарăр, çавăншăн эсир ку халăха Эпĕ ăна паракан çĕршыва илсе ‎кĕреймĕр, тенĕ.‎

(‎13‎) Ку Мерива шывĕ патĕнче пулса иртнĕ, çавăнта Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçапа хирĕçнĕ, ‎Вăл вĕсене Хăйĕн сăваплăхне кăтартнă.‎

(‎14‎) Моисей хăйсем чарăнса тăнă вырăнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчĕсем янă, ăна ‎çапла [пĕлтерме] хушнă: санăн Израиль тăвану çапла калать: эпир тÿснĕ мĕнпур хĕнтерте эсĕ ‎пĕлетĕн;‎

(‎15‎) пирĕн асаттесем Египета куçса кайнăччĕ, эпир Египетра нумайччен пурăнтăмăр, Египет ‎çыннисем пире, пирĕн аттесене нумай асап кăтартрĕç;‎

(‎16‎) вара эпир Çÿлхуçана тархасларăмăр, Вăл пирĕн сассăмăра илтрĕ, пирĕн патăмăра Ангел ‎ячĕ, пире Египетран илсе тухрĕ; эпир халĕ Кадесра, санăн çĕрÿ чиккинчех ларакан хулара, ‎тăратпăр;‎

(‎17‎) пире хăвăн çĕрÿ урлă каçса кайма ирĕк парсамччĕ: эпир уйхирсене, иçĕм пахчисене ‎кĕмĕпĕр, [санăн] çăлусенчен ĕçмĕпĕр; патша çулĕпе кайăпăр, санăн çĕршывунтан тухиччен ‎сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнмăпăр.‎

(‎18‎) Анчах Эдом ăна: манăн çĕрĕм урлă ан кай, апла тумасассăн эпĕ сана хирĕç хĕçпе тухăп, ‎тенĕ.‎

(‎19‎) Израиль ывăлĕсем ăна каланă: эпир аслă çулпа кайăпăр, эпĕ тата манăн выльăхчĕрлĕх ‎санăн шывна ĕçес пулсассăн, шывшăн тÿлĕп; эпĕ утса çеç тухăп, уншăн нимĕн те пулас çук, тенĕ.‎

(‎20‎) Анчах Эдом: [манăн çĕрĕм урлă] ан кай, тенĕ. Вара ăна хирĕç Эдом йышлă та хăватлă ‎çарпа тухнă.‎

(‎21‎) Çапла вара Эдом Израиль халăхне хăйĕн çĕрĕ урлă каçарса яма килĕшмен, çавăнпа ‎Израиль айккинелле пăрăнса кайнă.‎

(‎22‎) Израиль ывăлĕсем Кадес хулинчен тапранса кайнă, пĕтĕм халăх Ор тăвĕ патне çитсе ‎тухнă.‎

(‎23‎) Эдом çĕрĕн чиккинче, Ор тăвĕ çинче, Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:‎

(‎24‎) Аарон ĕнтĕ хăйĕн канăçлă халăхĕпе пĕрлештĕр; Мерива шывĕ патĕнче эсир Эпĕ ‎хушнине итлемерĕр, çавăншăн вăл Эпĕ Израиль ывăлĕсене паракан çĕре кĕреймĕ;‎

(‎25‎) Аарона [хăвăн пиччÿне] тата Елеазара, унăн ывăлне, илсе, вĕсене [пĕтĕм халăх умĕнче] ‎Ор тăвĕ çине ертсе кай;‎

(‎26‎) Аарон çинчен унăн тумне хывса ил те ăна Елеазара, унăн ывăлне, тăхăнтарт, Аарон вара ‎канăçтăр, çавăнта вилтĕр, тенĕ.‎

(‎27‎) Моисей вара Çÿлхуçа хушнă пек тунă. Вĕсем пĕтĕм халăх умĕнче Ор тăвĕ çине хăпарнă,‎

(‎28‎) Моисей Аарон çийĕнчен унăн тумне хывса илнĕ те ăна Елеазара, унăн ывăлне, ‎тăхăнтартнă; Аарон çавăнта ту тăрринче вилнĕ. Моисейпе Елеазар вара ту çинчен аннă.‎

(‎29‎) Ĕнтĕ пĕтĕм халăх Аарон вилнине ăнланса илнĕ, вăл вилнĕшĕн пĕтĕм Израиль халăхĕ ‎вăтăр кун хурланса йĕнĕ. ‎

Пай ‎21‎

(‎1‎) Кăнтăр енче пурăнакан Ханаан патши Арада, Израиль халăхĕ Афарим енчен килнине ‎илтсессĕн, Израильсемпе çапăçма тухнă, вĕсен темиçе çыннине тыткăна илнĕ.‎

(‎2‎) Израиль вара, Çÿлхуçана сăмах парса, çапла каланă: çак халăха манăн аллăма ‎ÿкерсессĕн, эпĕ [ăна тата] вĕсен хулисене пĕтермелле тупалăп, тенĕ.‎

(‎3‎) Çÿлхуçа Израиль сассине илтнĕ те Ханаансене унăн аллине ÿкернĕ, Израиль вара ‎вĕсене, вĕсен хулисене пĕтермелле тупаланă, çавăнпа ку вырăна Хорма {Пĕтермелле тупалани} ‎ят панă.‎

(‎4‎) Эдом çĕрĕнчен пăрăнас шутпа вĕсем Ор тăвĕ патĕнчен Хĕрлĕ тинĕс еннелле кайнă. Çул ‎çинче халăх ÿпкелешме пуçланă,‎

(‎5‎) халăх Турра хирĕç, Моисее хирĕç калаçнă: мĕншĕн эсир пире Египетран илсе тухрăр, ‎‎[пирĕн] пушхирте вилмелли çеç юлчĕ, кунта çăкăр та, шыв та çук, ку юрăхсăр апат пире ‎йăлăхтарсах çитерчĕ, тенĕ.‎

(‎6‎) Çÿлхуçа вара халăх çине наркăмăшлă çĕленсем янă, вĕсем халăха сăхнă, çавăн чухне ‎Израиль [ывăлĕсем] нумайăшĕ вилнĕ.‎

(‎7‎) Халăх Моисей патне пынă та çапла каланă: Çÿлхуçана хирĕç тата сана хирĕç калаçса, ‎эпир çылăха кĕтĕмĕр; Çÿлхуçамăра кĕлтусамччĕ, Вăл пире çĕленрен хăтаринччĕ, тенĕ. Моисей ‎вара халăха хĕрхенме тархасласа [Çÿлхуçана] кĕлтунă.‎

(‎8‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: [пăхăр] çĕлен ту та ăна элем шăччи çине çак, [кама та пулин ‎çĕлен сăхас пулсассăн,] çав çын пăхăр çĕлен çине пăхĕ те чĕрĕ юлĕ, тенĕ.‎

(‎9‎) Моисей вара пăхăр çĕлен тунă та ăна элем çине çакнă, çĕлен сăхнă çын, пăхăр çĕлен çине ‎пăхсассăн, чĕрĕ юлнă.‎

(‎10‎) Израиль халăхĕ малалла кайнă, Овоф текен вырăнта чарăнса тăнă; ‎

(‎11‎) Овофран тухса кайсассăн, ИйеАварим текен вырăнта, Моав тĕлĕнче хĕвелтухăç енче ‎выртакан пушхирте чарăнса тăнă;‎

(‎12‎) унтан кайсассăн, Заред айлăмĕнче чарăнса тăнă;‎

(‎13‎) унтан тапранса тухсассăн, пушхирте, Моав чикки шутланакан, Моав çĕрĕпе аморрей ‎çĕрĕ хушшинче юхса выртакан Арнон шывĕ хĕрринче, аморрей çĕрĕн тулашĕнче юхакан тĕлте, ‎чарăнса тăнă.‎

(‎14‎) Çавăнпа Çÿлхуçа çапăçăвĕсен кĕнекинче каланă та ĕнтĕ:‎

(‎15‎) Суф çĕрĕнчи Вагеб тата Арнон юпписем, çак юхăмсен тури енĕ, ШебетАр патне çитсе, ‎Моав чиккипе пырать, тенĕ.‎

(‎16‎) Ку тĕлтен вĕсем Беэр** текен вырăна [çул тытнă]; çав пусă çинчен Çÿлхуçа Моисее: ‎халăха пух, Эпĕ вĕсене шыв парăп, тенĕ.‎

(‎17‎) Çавăн чухне Израиль çакă юрра юрласа янă: эй, шывпала тулсамччĕ, пусă, юрлăр, ‎мухтăр ăна;‎

(‎18‎) пуçлăхсем алтнăччĕ ăна, халĕ халăх çулпуçĕсем, саккун паракан хăйсен туйисемпе чавса ‎кăларчĕç. Пушхиртен Матанна текен вырăна [çул тытнă],‎

(‎19‎) Матаннăран Нагалиил текен вырăна, Нагалиилран Вамоф текен вырăна,‎

(‎20‎) Вамофран Моав çĕрĕнчи пушхир еннелле пăхакан Фасги тăвĕ тăрринчи Гай текен ‎вырăна çитнĕ.‎

(‎21‎) Израиль вара аморрейсен патши Сигон патне элчĕсем янă, [килĕшÿ сĕнсе,] ăна çапла ‎калама хушнă:‎

(‎22‎) мана хăвăн çĕрÿ урлă каçса кайма ирĕк парсамччĕ; [эпир çулпа кайăпăр,] уйхирсене, ‎иçĕм пахчисене кĕмĕпĕр, [санăн] çăлусенчен ĕçмĕпĕр, санăн çĕрÿнтен тухиччен патша çулĕпе ‎пырăпăр.‎

(‎23‎) Анчах та Сигон Израиль халăхне хăйĕн çĕрĕ урлă каçарса яма килĕшмен; вăл, хăйĕн ‎пĕтĕм халăх ** Пусă. не пухса, Израиле хирĕç пушхире вăрçăпа тухнă, Иааца патне çитсе, ‎Израильпе çапăçнă.‎

(‎24‎) Израиль ăна хĕçпе пĕтерсе тăкнă, унăн Арнонпа Иавок хушшинчи çĕрне Аммон чикки ‎патне çитичченех ярса илнĕ, Аммон чикки вара çирĕп тăнă;‎

(‎25‎) Израиль унти мĕнпур хулана туртса илнĕ, Израиль вара аморрейсен пĕтĕм хулинче, ‎Есевонра тата ăна пăхăнса тăракан пĕтĕм хулара пурăнма пуçланă;‎

(‎26‎) Есевон вăл Сигонăн, аморрейсен патшийĕн, хули пулнă, çак патша, унчченхи Моав ‎патшипе çапăçса, унăн пĕтĕм çĕрне Арнон таранчченех ярса илнĕ пулнă.‎

(‎27‎) Юптаракансем çавăнпа калаççĕ те ĕнтĕ: Есевона кайăр, Сигон хулине юсăр, ‎тĕреклĕлетĕр.‎

(‎28‎) Мĕншĕн тесен Есевонран вут тухнă, Сигон хулинчен çулăм тухнă, АрМоава тата Арнон ‎сăрчĕсене тытса тăракансене çунтарса янă.‎

(‎29‎) Хуйхă çитрĕ сана, Моав! Хамос халăхĕ, пĕтрĕн эсĕ! Ывăлусем тарса саланчĕç, хĕрÿсем ‎аморрейсен патши Сигон аллине тыткăна лекрĕç.‎

(‎30‎) Вĕсене пирĕн ухăсем тĕп турĕç; Есевон Дивон таранчченех пĕтрĕ, эпир вĕсене Медева ‎çывăхĕнчи Нофа патне çитичченех аркатса тăкрăмăр.‎

(‎31‎) Израиль халăхĕ вара аморрейсен çĕрĕнче пурăннă.‎

(‎32‎) Каярахпа Моисей Иазер таврашне пăхса килме янă, вĕсем [çав хулана тата] ăна пăхăнса ‎тăракан ялсене ярса илнĕ, унта пурăнакан аморрейсене хăваласа янă.‎

(‎33‎) Унтан Васан енне пăрăнса кайнă. Ог, Васан патши, хăйĕн пĕтĕм халăхĕпе пĕрле вĕсене ‎хирĕç Едреи хули патне вăрçăпа тухнă.‎

(‎34‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: унран ан хăра, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ ăна, унăн пĕтĕм халăхне, ‎пĕтĕм çĕрне санăн аллуна парăп, вара эсĕ Есевонра пурăнакан аморрейсен патшине Сигона мĕн ‎турăн, кăна та çавăн пекех тăвăн, тенĕ.‎

(‎35‎) Вара вĕсем çав патшапа унăн ывăлĕсене, унăн пĕтĕм халăхне пĕр [чĕрĕ] çын юлмиччен ‎пĕтерсе тăкнă, кайран унăн çĕрне ярса илнĕ.‎

Пай ‎22‎

(‎1‎) Израиль ывăлĕсем малалла кайнă, Моав тÿремлĕхĕнче, Иордан хĕрринче, Иерихон ‎тĕлĕнче чарăнса тăнă.‎

(‎2‎) Валак — Сепфор ывăлĕ — Израиль аморрейсене мĕн тунине пĕтĕмпе курнă;‎

(‎3‎) моавсем Израиль халăхĕнчен питĕ хăранă, мĕншĕн тесессĕн ку халăх йышлă пулнă; ‎моавсем Израиль ывăлĕсенчен сехĕрленсе ÿкнĕ.‎

(‎4‎) Вара моавсем Мадиан пуçлăхĕсене çапла каланă: вăкăр хир курăкне çисе пĕтернĕ евĕр, ‎ку халăх пирĕн таврарине пĕтĕмпе пĕтерет, тенĕ. Ун чухне Валак — Сепфор ывăлĕ — моавсен ‎патши пулнă.‎

(‎5‎) Вăл Евфрат шывĕ хĕрринчи Пефор текен вырăна, хăй халăхĕн ывăлĕсен çĕрĕнче ‎пурăнакан Валаам патне, Веор ывăлĕ патне, элчĕсем янă, ăна чĕнме тата çапла калама хушнă: ‎акă Египетран халăх тухса килчĕ, пĕтĕм çĕре хупласа илчĕ, халĕ вăл манпа кÿршĕллĕ пурăнать;‎

(‎6‎) кунта килсе çак халăха ылхансам, мĕншĕн тесессĕн вăл манран вăйлăрах: тен, ун чухне ‎эпĕ ăна пĕтерме, кунтан хăваласа яма вăй çитерĕп; эсĕ пилленĕ çын пиллĕхлĕ пулать, эсĕ ‎ылханнă çынна ылхан çитет — эпĕ çакна пĕлетĕп.‎

(‎7‎) Моав пуçлăхĕсемпе Мадиан пуçлăхĕсем вара, тухатнăшăн памалли парнесем илсе, ‎Валаам патне çитнĕ те ăна Валак сăмахĕсене каласа панă.‎

(‎8‎) Валаам вĕсене: кунта çĕр каçăр, ирхине эпĕ сире Çÿлхуçа хама мĕн каланине пĕлтерĕп, ‎тенĕ. Моав пуçлăхĕсем вара Валаам патне юлнă.‎

(‎9‎) Валаама Турă курăннă та çапла ыйтнă: сан патна мĕнле çынсем килнĕ? тенĕ.‎

(‎10‎) Валаам Турра каланă: ман патăма [вĕсене] Валак — Сепфор ывăлĕ, Моав патши — çапла ‎‎[калама] янă: пакă Египетран халăх тухса килчĕ, пĕтĕм çĕре хупласа илчĕ, [халĕ манпа ‎кÿршĕллĕ пурăнать]; кунта килсе çавна ылхансам; тен, ун чухне эпĕ унпа çапăçма, ăна [çак çĕр ‎çинчен] хăваласа яма вăй çитерĕп тесе каласа янă, тенĕ.‎

(‎12‎) Турă Валаама каланă: вĕсемпе ан çÿре, вăл халăха ан ылхан, мĕншĕн тесессĕн вăл ‎пиллĕхлĕ халăх, тенĕ.‎

(‎13‎) Валаам ирирех тăнă та Валак пуçлăхĕсене çапла каланă: хăвăр çĕршывăрах çул тытăр, ‎Çÿлхуçа мана сирĕнпе ярасшăн мар, тенĕ.‎

(‎14‎) Моав пуçлăхĕсем вара каялла Валак патне таврăннă, [ăна:] Валаам пирĕнпе килме ‎килĕшмерĕ, тенĕ.‎

(‎15‎) Валак татах пуçлăхсем янă, кусем лешсенчен йышлăрах та чаплăрах пулнă.‎

(‎16‎) Вĕсем Валаам патне çитнĕ те ăна каланă: Валак, Сепфор ывăлĕ, акă мĕн калама хушрĕ: ‎ман патăма килсемехчĕ;‎

(‎17‎) эпĕ сана пысăк чыспа кĕтсе илĕп, эсĕ мана мĕн каланине [саншăн] пĕтĕмпех тăвăп; ‎килсемччĕ, ылхансамччĕ çак халăха, терĕ, тенĕ.‎

(‎18‎) Валаам Валак чурисене çапла хуравласа каланă: Валак мана хăйĕн çурчĕ тулли ‎ылтăнкĕмĕлне парас пулсассăн та, эпĕ Çÿлхуçамăм, хамăн Туррăм, сăмахĕнчен иртейместĕп, ‎‎[хам тĕллĕн] пысăк ĕç те, пĕчĕк ĕç те тăваймастăп;‎

(‎19‎) çапах эсир те кунтах çĕр каçма юлăр, эпĕ Çÿлхуçа хама тата мĕн калассине пĕлĕп, тенĕ.‎

(‎20‎) Çĕрле Валаама Турă курăннă, вара ăна каланă: ку çынсем сана чĕнме килнĕ пулсассăн — ‎тăр та вĕсемпе пĕрле кай, анчах Эпĕ мĕн калассине çеç ту, тенĕ.‎

(‎21‎) Валаам ирирех тăрса хăй ашакне йĕнерленĕ те моавсен пуçлăхĕсемпе пĕрле тухса ‎кайнă.‎

(‎22‎) Вăл тухса кайнăран Турă çилли тулса çитнĕ, Валаама чармашкăн çул çине Çÿлхуçа ‎Ангелĕ тăнă. Ашак утланнă Валаампа пĕрле икĕ тарçи пынă.‎

(‎23‎) Ашак çул çинче аллине хĕç тытса тăракан Çÿлхуçа Ангелне курнă та, çултан пăрăнса, ‎хирелле кайнă; Валаам ăна çул çине каялла кăларас тесе хĕнеме пуçланă.‎

(‎24‎) Çÿлхуçа Ангелĕ иçĕм пахчисем хушшинчи тăвăр çул çинче тăнă, унта пĕр енче те хÿме, ‎тепĕр енче те хÿме пулнă.‎

(‎25‎) Çÿлхуçа Ангелне курсассăн, ашак хÿме çумне тĕршĕннĕ те Валаам урине хÿме çумне ‎хĕстернĕ; хуçи ăна каллех хĕнеме тытăннă.‎

(‎26‎) Çÿлхуçа Ангелĕ тепĕр çĕре, каллех хĕсĕк вырăна, кайса тăнă, унта сылтăмалла та, ‎сулахаялла та пăрăнма май пулман.‎

(‎27‎) Çÿлхуçа Ангелне курсас сăн, ашак, Валаам утланнăскер, çаплипех çĕре выртнă. Тарăхса ‎çитнĕ Валаам ăна патакпа хĕнеме пуçланă.‎

(‎28‎) Вара Çÿлхуçа ашака этем чĕлхипе калаçтарнă, ашак Валаама каланă: эпĕ сана мĕн ‎турăм, эсĕ мана акă виççĕмĕш хут хĕнетĕн ĕнтĕ? тенĕ.‎

(‎29‎) Валаам ашака: эсĕ мана мăшкăллатăн; аллăмра хĕç пулнă пулсассăн, эпĕ сана халех ‎вĕлернĕ пулăттăм, тенĕ.‎

(‎30‎) Ашак Валаама каланă: ара, эпĕ санăн ашаку мар-им? эсĕ çак таранччен ман çинче ларса ‎çÿремен-им? сан тĕлĕшрен эпĕ çапла тунăччĕи? тенĕ. Туман, тенĕ Валаам.‎

(‎31‎) Çÿлхуçа вара Валаам куçне уçнă та, Валаам çул çинче аллине хĕç тытса тăракан Çÿлхуçа ‎Ангелне курнă, вăл ун умне çĕре ÿксе пуççапнă.‎

(‎32‎) Ăна Çÿлхуçа Ангелĕ каланă: эсĕ мĕншĕн хăвăн ашакна ĕнтĕ виçĕ хутчен хĕнерĕн? Эпĕ ‎‎[санăн] çулна пÿлме тухрăм, мĕншĕн тесессĕн [эсĕ] тĕрĕс мар тăватăн;‎

(‎33‎) ашак, Мана курса, ĕнтĕ виçĕ хутчен Манран айккинелле пăрăнчĕ; вăл Манран пăрăнман ‎пулсассăн, Эпĕ сана вĕлереттĕм, ăна чĕрĕ хăвараттăм, тенĕ.‎

(‎34‎) Вара Валаам Çÿлхуçа Ангелне каланă: Эсĕ манăн çула пÿлсе тăнине пĕлмен эпĕ, çавăнпа ‎çылăха кĕтĕм; çакă Саншăн кăмăллă мар пулсассăн, эпĕ каялла таврăнăп, тенĕ.‎

(‎35‎) Çÿлхуçа Ангелĕ Валаама каланă: эсĕ çак çынсемпе кай, анчах Эпĕ сана мĕн калассине çеç ‎кала. Валаам вара Валак пуçлăхĕсемпе пĕрле кайнă.‎

(‎36‎) Валак, Валаам килет тенине илтсессĕн, ăна кĕтсе илме моавсен хулине, Арнон шывĕ ‎хĕрринче шăпах чикĕре ларакан хулана, пынă.‎

(‎37‎) Валак Валаама каланă: ара, эпĕ сана чĕнме ямарăми? эсĕ ман патăма мĕншĕн килесшĕн ‎пулмарăн? ара, эпĕ сана чысхисеп кăтартаймастăп-им? тенĕ.‎

(‎38‎) Валаам Валака каланă: акă çитрĕм ĕнтĕ сан патна, анчах эпĕ хам тĕллĕн мĕн те пулин ‎калайăпи? Турă мана мĕн калаттарĕ, эпĕ çавна калăп, тенĕ.‎

(‎39‎) Валаам вара Валакпа пĕрле кайнă, вĕсем КириафХуцоф текен вырăна çитнĕ.‎

(‎40‎) Валаам ячĕпе тата унпа пĕрле килнĕ пуçлăхсен ячĕпе Валак вăкăрсемпе сурăхсем ‎пустарнă.‎

(‎41‎) Тепĕр кун ирхине Валак, Валаама Израиль халăхĕн пĕр пайне кăтартас тесе, ăна Ваал ‎тÿпемне илсе кайнă. ‎

Пай ‎23‎

(‎1‎) Валаам Валака каланă: ман валли çакăнта çичĕ парне вырăнĕ ту, ман валли çакăнта çичĕ ‎пăрупа çичĕ така хатĕрле, тенĕ.‎

(‎2‎) Валак Валаам каланă пек тунă, Валакпа Валаам вара кашни парне вырăнĕ çине пĕрер ‎пăрупа пĕрер така парне кÿнĕ.‎

(‎3‎) Валаам унтан Валака каланă: эсĕ хăвăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парнÿ патĕнче тăр, эпĕ ‎каям; тен, Турă мана хирĕç тухĕ, Вăл мана мĕн уçса панине кайран сана пĕлтерĕп, тенĕ. Вара ‎‎[Валак хăйĕн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парни патĕнче юлнă, Валаам Турăран ыйтса пĕлме] ‎тÿпем вырăна кайнă.‎

(‎4‎) Турă Валаампа тĕл пулнă, Ăна [Валаам] каланă: эпĕ çичĕ парне вырăнĕ турăм, кашни ‎парне вырăнĕ çине пĕрер пăрупа пĕрер така парне кÿтĕм, тенĕ.‎

(‎5‎) Çÿлхуçа Валаам чĕлхиçăварне Хăйĕн сăмахне калаттармалла тунă та ăна: Валак патне ‎таврăн та çапла кала, тенĕ.‎

(‎6‎) Валаам каялла таврăннă — акă Валак хăйĕн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парни патĕнче ‎тăрать, Моав пуçлăхĕсем те пурте унпа пĕрле тăраççĕ. [Валаам çинче Турă Сывлăшĕ пулнă.]‎

(‎7‎) Валаам хăйĕн сăмахне ытарлăн каланă: Валак — Моав патши — мана Месопотамирен, ‎тухăçри тусем патĕнчен, чĕнсе илчĕ: «килсемччĕ, Иакова ылхансамччĕ, килсемччĕ, Израиль ‎çине инкексинкек ярсамччĕ!» терĕ.‎

(‎8‎) Манăн мĕнле ылханас? Турă ăна ылханмасть. Мĕнле инкексинкек ярас? Çÿлхуçа [ун ‎çине] инкексинкек ямасть.‎

(‎9‎) Эпĕ Израиле ту тăрринчен куратăп, ун çине сăрт çинчен пăхатăп: ку халăх авă уйрăм ‎пурăнать, ытти халăхсем хушшинче шутланмасть вăл.‎

(‎10‎) Хăйăр евĕр йышлă Иаков йăхне, Израилĕн тăваттăмĕш пайне кам шутласа тухайĕ? ‎Манăн чунăм тÿрĕ çынсен вилĕмĕпе вилтĕр, манăн вилĕм вĕсенни пек пултăр! иВалак ĕнтĕ ‎Валаама: эсĕ мана мĕн кăтартатăн? эпĕ сана хамăн тăшманăмсене ылханма илсе килтĕм, эсĕ ‎вара вĕсене пиллетĕни? тенĕ.‎

(‎12‎) Валаам хуравласа каланă: Çÿлхуçа хама мĕн калаттарнине тĕп-тĕрĕс каламалла марим ‎манăн? тенĕ.‎

(‎13‎) Валак ăна каланă: манпа пĕрле тепĕр вырăна пырха, вăл халăха çавăнтан курха эсĕ, ‎анчах ăна йăлтах кураймăн, унăн пĕр пайне çеç курăн; çав вырăнтан ылхан ăна, тенĕ.‎

(‎14‎) Вара ăна хурал тăракан вырăна, Фасги тăвĕ тăррине, илсе кайнă, унта Валак çичĕ парне ‎вырăнĕ тунă, кашни парне вырăнĕ çине пĕрер пăрупа пĕрер така парне кÿнĕ.‎

(‎15‎) ‎[Валаам] Валака каланă: эсĕ хăвăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парнÿ патĕнче тăр, эпĕ ‎‎[Турăпа] тĕл пулма [каям], тенĕ.‎

(‎16‎) Çÿлхуçа Валаампа тĕл пулнă, Валаам чĕлхиçăварне Хăйĕн сăмахне калаттармалла тунă: ‎Валак патне таврăн та çапла кала, тенĕ.‎

(‎17‎) Валаам каялла таврăннă — акă Валак пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парни патĕнче тăрать, ‎Моав пуçлăхĕсем [пурте] унпа пĕрле тăраççĕ. Валак çапла ыйтнă: Çÿлхуçа мĕн терĕ? тенĕ.‎

(‎18‎) Валаам хăйĕн сăмахне ытарлăн каланă: Валак, тăр та итле, Сепфор ывăлĕ, тăнла мана.‎

(‎19‎) Суймашкăн Турă этем мар, улшăнмашкăн этем ывăлĕ те мар. Каланине тумастьим Вăл? ‎калать те тумастьи?‎

(‎20‎) Вăл пиллет те, эпĕ те пиллеме пуçларăм, эпĕ çакна урăхла тăваймастăп.‎

(‎21‎) Иакова типшар тивесси курăнмасть, Израиле инкексинкек çитесси сисĕнмест; Çÿлхуçа, ‎унăн Турри, унпа пĕрле, патша труписен сасси те унăнах;‎

(‎22‎) Турă вĕсене Египетран илсе тухрĕ, вĕсем кайăк вăкăр пек вичкĕн те хăватлă;‎

(‎23‎) Иаков ăрăмпа аппаланмасть, Израиль тухатламасть. Хăй вăхăчĕ çитсессĕн калĕçха ‎Иаковпа Израиль çинчен: Турă акă мĕн тăвать! тейĕç.‎

(‎24‎) Акă халăх арăслан ами пек ура çине тăрать, арăслан аçи пек çĕкленет; хăйĕн тупăшне ‎çисе ямасăр, вĕлернисен юнне ĕçсе тăранмасăр выртас çук вăл.‎

(‎25‎) Валак вара Валаама: эсĕ ăна ылханма та ан ылхан, пиллеме те ан пилле, тенĕ.‎

(‎26‎) Валаам Валака хуравласа каланă: Çÿлхуçа мана мĕн калать, эпĕ пĕтĕмпех çавна тăватăп ‎темерĕмим эпĕ сана? тенĕ.‎

(‎27‎) Валак ĕнтĕ Валаама каланă: эпĕ сана тата тепĕр вырăна илсе каям; тен, Турă хирĕç ‎пулмĕ, эсĕ вара ку халăха çав тĕлтен ылханăн, тенĕ.‎

(‎28‎) Валак вара Валаама пушхирелле пăхакан Фегор тăррине илсе кайнă.‎

(‎29‎) Валаам Валака каланă: ман валли çакăнта çичĕ парне вырăнĕ ту, ман валли çакăнта çичĕ ‎пăрупа çичĕ така хатĕрле, тенĕ.‎

(‎30‎) Валак вара Валаам каланă пек тунă, кашни парне вырăнĕ çине пĕрер пăрупа пĕрер така ‎парне кÿнĕ.‎

Пай ‎24‎

(‎1‎) Валаам, Израиль халăхне пиллени Çÿлхуçана кăмăллă пулнине курса, унчченхи пек ‎тухатма кайман, вăл пушхир еннелле çаврăнса тăнă.‎

(‎2‎) Валаам пуçне çĕкленĕ те йăхăнйăхăн тăракан Израиль халăхне курнă, Валаам çинче ‎Турă Сывлăшĕ пулнă.‎

(‎3‎) Вăл хăйĕн сăмахне ытарлăн каланă: Валаам, Веор ывăлĕ, калаçать, пулассине куракан ‎ар калаçать,‎

(‎4‎) Турă сăмахне илтекен калаçать, вăл Пурне те Пултаракан кăтартнине курать; ÿкет те ‎вăл, анчах унăн куçĕ уçă:‎

(‎5‎) эй Иаков, санăн чатăрусем мĕнле илемлĕ, эй Израиль, санăн килÿ-çурту мĕнле чаплă!‎

(‎6‎) Вĕсем сарăлса выртакан айлăмсем пек, шыв хĕрринчи пахчасем пек, Çÿлхуçа лартнă ‎алоэ йывăçĕсем пек, юханшыв хĕрринчи кедрсем пек;‎

(‎7‎) ун витрисенчен шыв тăкăнса тăрĕ, унăн вăрлăхĕ тулли юханшыв пек пулĕ, унăн патши ‎Агагран аслăрах пулĕ, унăн патшалăхĕ чапа тухĕ.‎

(‎8‎) Турă ăна Египетран илсе тухрĕ, вăл кайăк вăкăр пек вичкĕн те хăватлă, вăл хăйне ‎курайман халăхсене тĕп тăвать, вĕсен шăммисене ватать, [тăшманне] çĕмренпе пĕтерет.‎

(‎9‎) Пĕшкĕннĕ вăл — арăслан аçи пек, арăслан ами пек выртать, кам тăраттăр ăна? Сана ‎пиллекен — пиллĕхлĕ, сана ылханакан — ылханлă!‎

(‎10‎) Валаам сăмахĕсем Валака тарăхтарса янă, вăл, аллисемпе хăлаçланса, Валаама каланă: ‎эпĕ сана хамăн тăшманăмсене ылханма чĕнтĕм, эсĕ вара вĕсене акă ĕнтĕ виççĕмĕш хут ‎пиллетĕн; иэппин, килне чуптар; эпĕ сана чысласшăнччĕ, анчах та акă Çÿлхуçа сана ун пек чыс ‎кăтартма памасть, тенĕ.‎

(‎12‎) Валаам Валака каланă: ара, эпĕ санăн ман патăма янă элчÿсене çапла каламанччĕи:‎

(‎13‎) ‎«мана Валак хăйĕн çурчĕ тулли ылтăнкĕмĕлне парас пулсассăн та, эпĕ Çÿлхуçа ‎сăмахĕнчен иртейместĕп, хам тĕллĕн ыррине те, усаллине те нимĕн те тăваймастăп: Çÿлхуçа ‎мĕн калать, çавна калăп» теменччĕи?‎

(‎14‎) Эппин, акă эпĕ хамăн çĕршывăма каятăп; килха, эпĕ сана çак халăх кайран санăн ‎халăхна мĕн кăтартассине пĕлтерем, тенĕ.‎

(‎15‎) Валаам хăйĕн сăмахне ытарлăн каланă: Валаам, Веор ывăлĕ, калаçать, пулассине ‎куракан ар калаçать,‎

(‎16‎) Турă сăмахне илтекен калаçать, вăл Çÿлти Турă хушнипе калаçать, вăл Пурне те ‎Пултаракан кăтартнине курать, ÿкет те вăл, анчах унăн куçĕ уçă.‎

(‎17‎) Куратăп Ăна, анчах халех марха; куратăп Ăна, анчах çывăхра марха. Иаков çăлтăрĕ ‎хăпарать, Израиль туйи çĕкленет, Моав пуçлăхĕсене пĕтерет вăл, Сифăн пĕтĕм ывăлне ‎аркатать.‎

(‎18‎) Эдом алла лекĕ, Сеир та тăшманĕсен аллине лекĕ, Израиль вара хăйĕн вăйне кăтартĕ.‎

(‎19‎) Иаков йăхĕнче çурални хулана ярса илĕ, ăна тĕппипех пĕтерĕ.‎

(‎20‎) Акă Валаам Амалика курнă, ăна хăйĕн сăмахне ытарлăн каланă: халăхсем хушшинче чи ‎чапли — Амалик, анчах унăн вĕçĕ — вилĕм.‎

(‎21‎) Унтан вăл Кеней халăхне курнă, ăна хăйĕн сăмахне ытарлăн каланă: килÿçурту çирĕп ‎санăн, эсĕ чул хысак çине йăва çавăрнă;‎

(‎22‎) анчах Каина тĕппипе аркатĕç, сана часах Ассур тыткăна илсе кайĕ.‎

(‎23‎) ‎[Ога курсассăн та] вăл хăйĕн сăмахне ытарлăн каланă: Турă çакна кăтартнă чухне чĕрĕ ‎юлнисене хуйхă, [хуйхă] çитĕ!‎

(‎24‎) Киттим енчен карапсем çитĕç, Ассура пăхăнтарĕç, Евера та пăхăнтарĕç; кайран хăйсем те ‎пĕтĕç!‎

(‎25‎) Вара Валаам тăнă та каялла хăйĕн çĕршывне тухса кайнă, Валак та хăйĕн çулĕпе кайнă. ‎‎‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай 25

(‎1‎) Израиль халăхĕ Ситтим айлăмĕнче пурăннă, халăх Моав хĕрĕсемпе аскăнма пуçланă,‎

(‎2‎) лешсем халăха хăйсен туррисене кÿрекен парнесем патне чĕннĕ, халăх [вĕсен ‎парнисене] çинĕ, вĕсен туррисене пуççапнă.‎

(‎3‎) Ĕнтĕ Израиль халăхĕ ВаалФегора иленнĕ. Çавăнпа Çÿлхуçанăн çилли тăвăлса çитнĕ.‎

(‎4‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: халăх пуçлăхĕсене пурне те вĕлерсе тух та хĕвел тухас умĕн ‎Çÿлхуçа умне çак, вара Çÿлхуçа Израиле хаяррăн çилленни иртсе кайĕ, тенĕ.‎

(‎5‎) Моисей Израиль тÿрисене каланă: кайăр та ВаалФегора иленнĕ хăвăр çыннăрсене ‎вĕлерсе тухăр, тенĕ.‎

(‎6‎) Акă Израиль ывăлĕсенчен пĕри Моисей куçĕ умĕнчех, Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхĕ ‎умĕнчех, вĕсем пуху чатăрĕн алăкĕ умĕнче йĕрсе тăнă вăхăтра мадиансен хĕрне хăйсем патне ‎ертсе килнĕ.‎

(‎7‎) Финеес, Елеазарăн — Аарон священник ывăлĕн — ывăлĕ, çакна курсассăн, халăх ‎хушшинчен тухнă та аллине сăнă тытнă,‎

(‎8‎) унтан Израиль ывăлĕ хыççăн çывăрмалли пÿлĕме кĕрсе иккĕшне те — Израиль ывăлне ‎те, хĕрарăмне те — чиксе пăрахнă, хĕрарăмне ăшĕнчен чикнĕ; вара Израиль халăхĕ пĕтме ‎чарăннă.‎

(‎9‎) Пĕтернине пула çирĕм тăватă пин çын вилнĕ.‎

(‎10‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă: пФинеес, Елеазарăн — Аарон священник ывăлĕн — ‎ывăлĕ, Израиль ывăлĕсем хушшинче Маншăн çирĕп тăрса, Манăн хаяр çиллĕме вĕсенчен сирсе ‎ячĕ, çавăнпа Эпĕ, кĕвĕçрĕм пулин те, Израиль ывăлĕсене тĕппипе пĕтермерĕм;‎

(‎12‎) çавăнпа пĕлтер: акă Эпĕ ăна Хамăн канăçлăх халалне паратăп,‎

(‎13‎) вăл хăйĕн Турришĕн çирĕп тăчĕ тата Израиль ывăлĕсене хÿтĕлесе хăварчĕ, çавăншăн ‎ăна, унăн тăхăмне ĕмĕрĕмĕрех священниксем пулма халаллатăп, тенĕ.‎

(‎14‎) Мадиан хĕрĕпе пĕрле вĕлернĕ Израиль ывăлне Зимри тесе чĕннĕ; вăл Салу ывăлĕ, ‎Симеон ăрăвĕн пуçлăхĕ, пулнă;‎

(‎15‎) вĕлернĕ Мадиансен хĕрне вара Хазва тесе чĕннĕ; вăл Оммоф пуçлăхĕн, Мадиан ‎йăхĕнчен тухнă Цурăн, хĕрĕ пулнă.‎

(‎16‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎17‎) Мадиан халăхĕпе вăрçă вăрçăр, вĕсене аркатăр,‎

(‎18‎) мĕншĕн тесессĕн вĕсем сирĕн тĕлĕшрен чее тăшманла хăтланчĕç: сире Фегорпа тата çав ‎Фегора пула халăх пĕтнĕ кун вилсе выртнă Хазвăпа, Мадиансен пуçлăхĕн хĕрĕпе, илĕртрĕç, ‎тенĕ.‎

Пай ‎26‎

(‎1‎) Халăх çапла пĕтнĕ хыççăн Çÿлхуçа Моисее тата Елеазара — Аарон ывăлне, священника ‎‎— каланă:‎

(‎2‎) вăрçа юрăхлă мĕнпур Израиль ывăлне, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан ‎аслăраххисене, вĕсен кил-йышĕ тăрăх шутласа тухăр, тенĕ.‎

(‎3‎) Вара Иордан хĕрринчи Моав тÿремлĕхĕнче, Иерихон тĕлĕнче, Моисейпе Елеазар ‎священник халăха çапла тесе каланă:‎

(‎4‎) Çÿлхуçа Моисейпе Израиль ывăлĕсене çапла хушать: Египет çĕрĕнчен тухнă Израиль ‎ывăлĕсене, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисене, пурне те шутласа тухăр:‎

(‎5‎) Рувим, Израилĕн малтанхи ывăлĕ. Рувим ывăлĕсем: Ханохран — Ханох ăрăвĕ, Фаллуран ‎‎— Фаллу ăрăвĕ,‎

(‎6‎) Хецронран — Хецрон ăрăвĕ, Хармирен — Харми ăрăвĕ;‎

(‎7‎) Рувим ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ; пурĕ хĕрĕх виçĕ пин те çичçĕр вăтăр çын шутласа ‎кăларнă.‎

(‎8‎) Фаллу ывăлĕсем: Елиав.‎

(‎9‎) Елиав ывăлĕсем: Немуил, Дафан тата Авирон. Шăпах çак Дафанпа Авирон ĕнтĕ, пухăва ‎çÿрекенскерсем, Çÿлхуçана хирĕç тăнă Корей каварçисемпе пĕрле халăха Моисейпе Аарона ‎хирĕç пăтратнă;‎

(‎10‎) вара çĕр çурăлса кайнă, вĕсене те, Корейе те çĕр çăтса янă; вĕсемпе пĕрле вĕ сен ‎каварçисем те вилнĕ, ун чухне икçĕр аллă çынна вутçулăм çунтарса янă, ку астутаракан паллă ‎пулнă; панчах Корей ывăлĕсем вилмен.‎

(‎12‎) Симеон ывăлĕсен ăрăвĕсем: Немуилран — Немуил ăрăвĕ, Яминран — Ямин ăрăвĕ, ‎Яхинран — Яхин ăрăвĕ,‎

(‎133‎) арăран — Зара ăрăвĕ, Саулран — Саул ăрăвĕ;‎

(‎14‎) Симеон ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ [шута илсе тухнă хыççăн]: çирĕм икĕ пин те икçĕр çын.‎

(‎15‎) Гад ывăлĕсен ăрăвĕсем: Цефонран — Цефон ăрăвĕ, Хаггирен — Хагги ăрăвĕ, Шунирен — ‎Шуни ăрăвĕ,‎

(‎16‎) Ознийрен — Озний ăрăвĕ, Ерирен — Ери ăрăвĕ,‎

(‎17‎) Ародран — Арод ăрăвĕ, Арелирен — Арели ăрăвĕ;‎

(‎18‎) Гад ывăлĕсен ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ, шута илсе тухнă хыççăн: хĕрĕх пин те пилĕкçĕр ‎çын.‎

(‎19‎) Иуда ывăлĕсем: Ир тата Онан, [Шела, Фарес тата Зара]; Ир тата Онан Ханаан çĕрĕнче ‎вилнĕ;‎

(‎20‎) Иуда ывăлĕсен ăрăвĕсем: Шеларан — Шела ăрăвĕ, Фаресран — Фарес ăрăвĕ, Зарăран — ‎Зара ăрăвĕ;21‎

(‎22‎) Иуда ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ, шута илсе тухнă хыççăн: çитмĕл ултă пин те пилĕкçĕр ‎çын.‎

(‎23‎) Иссахар ывăлĕсен ăрăвĕсем: Фоларан — Фола ăрăвĕ, Фуваран — Фува ăрăвĕ,‎

(‎24‎) Иашувран — Иашув ăрăвĕ, Шимронран — Шимрон ăрăвĕ;‎

(‎25‎) Иссахар ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ, шута илсе тухнă хыççăн: утмăл тăватă пин те виççĕр ‎çын.‎

(‎26‎) Завулон ывăлĕсен ăрăвĕсем: Середран — Серед ăрăвĕ, Елонран — Елон ăрăвĕ, ‎Иахлеилран — Иахлеил ăрăвĕ;‎

(‎273‎) авулон ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ, шута илсе тухнă хыççăн: утмăл пин те пилĕкçĕр çын.‎

(‎28‎) Иосиф ывăлĕсен ăрăвĕсем: Манассия тата Ефрем.‎

(‎29‎) Манассия ывăлĕсем: Махиртан — Махир ăрăвĕ; Махирăн Галаад çуралнă, Галаадран — ‎Галаад ăрăвĕ.‎

(‎30‎) Акă Галаад ывăлĕсем: Иезертан — Иезер ăрăвĕ, Хелекран — Хелек ăрăвĕ,‎

(‎31‎) Асриилран — Асриил ăрăвĕ, Шехемран — Шехем ăрăвĕ,‎

(‎32‎) Шемидаран — Шемида ăрăвĕ, ХЕфертан — ХЕфер ăрăвĕ.‎

(‎33‎) СалпаАдăн, ХЕфер ывăлĕн, ывăл пулман, хĕрсем çеç пулнă; Салпаад хĕрĕсен ячĕсем: ‎Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца.‎

(‎34‎) Манассия ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ; вĕсем аллă икĕ пин те çичçĕр çын шутланнă.‎

(‎35‎) Акă Ефрем ывăлĕсен ăрăвĕсем: Шутелăран — Шутела ăрăвĕ, Бехертан — Бехер ăрăвĕ, ‎Таханран — Тахан ăрăвĕ;‎

(‎36‎) акă тата Шутела ывăлĕсем: Аранран — Аран ăрăвĕ;‎

(‎37‎) Ефрем ывăлĕсен ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ, шута илсе тухнă хыççăн: вăтăр икĕ пин те ‎пилĕкçĕр çын. Акă Иосиф ывăлĕсен ăрăвĕсем çаксем ĕнтĕ.‎

(‎38‎) Вениамин ывăлĕсен ăрăвĕсем: Белăран — Бела ăрăвĕ, Ашбелран — Ашбел ăрăвĕ, ‎Ахирамран — Ахирам ăрăвĕ,‎

(‎39‎) Шефуфамран — Шефуфам ăрăвĕ, Хуфамран — Хуфам ăрăвĕ;‎

(‎40‎) Бела ывăлĕсем çаксем: Ард тата Нааман; [Ардран —] Ард ăрăвĕ, Нааманран — Нааман ‎ăрăвĕ;41‎

(‎42‎) Акă Дан ывăлĕсен ăрăвĕсем: Шухамран — Шухам ăрăвĕ; Дан ăрăвĕсен кил-йышĕ çаксем ‎пулаççĕ.‎

(‎43‎) Шута илсе тухнă хыççăн Шухам ăрăвĕсенче утмăл тăватă пин те тăватçĕр çын пулнă.‎

(‎44‎) Асир ывăлĕсен ăрăвĕсем: Имнаран — Имна ăрăвĕ, Ишваран — Ишва ăрăвĕ, Верияран — ‎Верия ăрăвĕ;‎

(‎45‎) Верия ывăлĕсенчен: Хевертан — Хевер ăрăвĕ, Малхиилран — Малхиил ăрăвĕ;‎

(‎46‎) Асир хĕрĕн ячĕ Сара;‎

(‎47‎) Асир ывăлĕсен ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ, шута илсе тухнă хыççăн: аллă виçĕ пин те ‎тăватçĕр çын.‎

(‎48‎) Неффалим ывăлĕсен ăрăвĕсем: Иахцеилран — Иахцеил ăрăвĕ, Гунирен — Гуни ăрăвĕ,‎

(‎49‎) Иецертан — Иецер ăрăвĕ, Шиллемран — Шиллем ăрăвĕ;‎

(‎50‎) ăрăвĕсем тăрăх шутласассăн, Неффалим ăрă вĕсем çаксем пулаççĕ; вĕсем хĕрĕх пилĕк ‎пин те тăватçĕр çын шутланнă.‎

(‎51‎) Çавăн чухне Израиль ывăлĕсен шута кĕнĕ йышĕнче пурĕ ултçĕр пĕр пин те çичçĕр вăтăр ‎çын шутланнă.‎

(‎52‎) Çÿлхуçа Турă Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎53‎) вĕсене ят тăрăх еткер çĕр уйăрса памалла;‎

(‎54‎) йышлăраххисене çĕрне нумайрах пар, сахал йышлисене çĕрне сахалрах пар, кашни ‎йăха шута кĕнĕ çын шутĕнчен шайласа çĕр памалла;‎

(‎55‎) çĕре шăпа тăрăх уйăрмалла, кашнийĕн хăйĕн еткер пайне ăру пуçĕнчи ашшĕ ячĕпе ‎уйăрнă çĕртен илмелле;‎

(‎56‎) пысăк йышлă ăруи, сахал йышлă ăруи — вĕсенĕн еткер çĕрне шăпа ярса пайламалла.‎

(‎57‎) Çавăн чухне шута илнĕ Левитсен ăрăвĕсем çаксем пулаççĕ: Гирсонран — Гирсон ăрăвĕ, ‎Каафран — Кааф ăрăвĕ, Мерарирен — Мерари ăрăвĕ.‎

(‎58‎) Левий ăрăвĕсем çаксем: Ливни ăрăвĕ, Хеврон ăрăвĕ, Махли ăрăвĕ, Муши ăрăвĕ, Корей ‎ăрăвĕ. Каафран Амрам çуралнă.‎

(‎59‎) Амрам арăмĕ, Иохаведă ятлăскер, Левий хĕрĕ пулнă, Левий арăмĕ ăна Египетра ‎çуратнă, Иохаведă хăйĕн упăшкине вара Аарона, Моисее тата вĕсен аппăшне Мариама çуратса ‎панă.‎

(‎60‎) Ааронăн Надав тата Авиуд, Елеазар тата Ифамар çуралнă;‎

(‎61‎) анчах Надавпа Авиуд Çÿлхуçа умне ют вут илсе пынăшăн [Синай пушхирĕнче] вилнĕ.‎

(‎62‎) Пĕр уйăхрисенчен пуçласа унтан аслăрах мĕнпур арçынна шутласа тухнă, вĕсем çирĕм ‎виçĕ пин пулнă; вĕсене Израиль ывăлĕсемпе пĕрле шутламан, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Израиль ‎ывăлĕсен хушшинче еткер çĕр паман.‎

(‎63‎) Моисейпе Елеазар священник Иордан хĕрринчи Моав тÿремлĕхĕнче, Иерихон тĕлĕнче, ‎шутласа тухнă Израиль ывăлĕсем çаксем ĕнтĕ;‎

(‎64‎) вĕсен шутĕнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирĕнче шута илсе тухнă Израиль ‎ывăлĕсенчен пĕр çын та пулман,‎

(‎65‎) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа: «вĕсем пушхирте вилсе юлĕç» тенĕ, çавăнпа унччен шута ‎илнĕ çынсен чен Иефонния ывăлĕ Халев тата Нав ывăлĕ Иисус çеç чĕрĕ юлнă.‎

Пай ‎27‎

(‎1‎) ‎-‎

(‎2‎) Пуху чатăрне кĕмелли тĕле, Моисейпе Елеазар священник умне, пуçлăхсем умне, пĕтĕм ‎халăх умне Салпаад хĕрĕсем пырса тăнă. Салпаад вăл Иосиф йăхĕнчен, Манассия ăрăвĕнчен ‎тухнă: унăн ашшĕ ХЕфер пулнă, Хефер ашшĕ — Галаад, Галаад ашшĕ — Махир, Махир ашшĕ — ‎Манассия, Манассия ашшĕ Иосиф пулнă; Салпаад хĕрĕсен ячĕсем акă çаксем: Махла, Ноа, ‎Хогла, Милка тата Фирца; вĕсем каланă:

(3) пирĕн атте пушхирте вилсе юлчĕ, вăл Корей ‎эшкерĕпе пĕрле Çÿлхуçана хирĕç тăнă каварçăсемпе çыхланман, вăл хăй çылăхĕшĕн вилнĕ, ‎пирĕн аттен ывăл пулман;‎

(‎4‎) унăн ывăл çуккишĕн халĕ пирĕн аттен ячĕ хăй ăрăвĕнчен тухса ÿкмелле-им? пире атте ‎тăванĕсем хушшинче еткер çĕр пар, тенĕ.‎

(‎5‎) Моисей ку ĕçе татса пама Çÿлхуçаран ыйтнă.‎

(‎6‎) Çÿлхуçа Моисее çапла каланă:‎

(‎7‎) Салпаад хĕрĕсем тĕрĕс калаççĕ; вĕсене ашшĕ тăванĕсем хушшинче еткерлĕх уйăрса пар, ‎вĕсене ашшĕн еткер çĕрне пар, тенĕ;‎

(‎8‎) Израиль ывăлĕсене те пĕлтер, кала: ывăлсăр çын вилсессĕн, унăн еткер çĕрне унăн ‎хĕрне парăр;‎

(‎9‎) çав çыннăн хĕрĕ те çук пулсассăн, унăн еткер çĕрне пиччĕшшăллĕсене парăр;‎

(‎10‎) унăн пиччĕшшăллĕсем те çук пулсассăн, унăн еткер çĕрне ашшĕн пиччĕшшăллĕсене ‎парăр; пашшĕн пиччĕшшăллĕсем те çук пулсассăн, унăн еткер çĕрне хăйĕн ăрăвĕнчи çывăх ‎тăванне еткерлĕхе парăр; Çÿлхуçа Моисее çапла хушни Израиль ывăлĕсемшĕн çирĕп йĕрке ‎пултăр, тенĕ.‎

(‎12‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: [Иордан шывĕ ку енчи] çакă Аварим тăвĕ çине, [çакă Нево тăвĕ ‎çине,] хăпар та Эпĕ Израиль халăхне [еткерлĕхе] паракан [Ханаан] çĕрĕ çине пăх;‎

(‎13‎) ун çине пăхса илсессĕн, Аарон пиччÿ [Ор тăвĕ çинче] канăçлă халăхĕпе пĕрлешнĕ пек, ‎эсĕ те халăхупа пĕрлеш,‎

(‎14‎) мĕншĕн тесессĕн Син пушхирĕнче халăх пăлханнă вăхăтра эсир Мана итлемерĕр, итленĕ ‎пулсассăн шыв хĕрринче пĕтĕм халăха Манăн сăваплăхăм курăнатчĕ. [Ку вăл Син пушхирĕнчи ‎Кадес çывăхĕнчи Мерива шывĕ пулнă.]‎

(‎15‎) Моисей вара Çÿлхуçана çапла тесе каланă:‎

(‎16‎) Çÿлхуçа, кашни ÿтри чĕм Турри, çак халăха çын суйласа патăрччĕ,‎

(‎17‎) çав çын халăх умĕнче çÿрекенĕ, ăна çул кăтартаканĕ, ертсе каяканĕ, ертсе килекенĕ ‎пултăр, Çÿлхуçа халăхĕ кĕтÿçĕсĕр тăрса юлнă сурăхсем пек ан пултăр, тенĕ.‎

(‎18‎) Çÿлхуçа Моисее каланă: Иисуса, Нав ывăлне, суйласа ил, çав çынра Турă Сывлăшĕ пур, ‎аллуна унăн пуçĕ çине хур,‎

(‎19‎) унтан ăна, Елеазар священник умне, пĕтĕм халăх умне тăратса, вĕсен куçĕ умĕнче ăс ‎пар,‎

(‎20‎) Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхĕ ăна итлетĕр тесе, ăна хăвăн мухтавна пар;‎

(‎21‎) вара вăл мĕн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тăрĕ, Çÿлхуçа мĕн хушнине унран ‎урим урлă пĕлĕ; вара вăл тата унпа пĕрле пĕтĕм Израиль ывăлĕ, пĕтĕм халăх Елеазар каланă ‎пек çÿрĕ, вăл каланă пек кайĕ, вăл каланă пек килĕ, тенĕ.‎

(‎22‎) Моисей вара хăйне Çÿлхуçа [Турă] хушнă пек тунă, Иисуса Елеазар священник умне, ‎пĕтĕм халăх умне тăратнă та,‎

(‎23‎) икĕ аллине унăн пуçĕ çине хурса, Çÿлхуçа хăйне каланă пек, ăс панă.‎

Пай ‎28‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсене çапла хуш, кала вĕсене: Мана кÿрекен парнене, Манăн çăкăрăма, ‎вĕсем Мана хăй вăхăтĕнче парса тăччăр, унăн ырă шăрши Мана кăмăллă пулĕ.‎

(‎3‎) Кала вĕсене: Çÿлхуçана сирĕн яланах çакăн пек парне кÿмелле: пĕтĕмĕшпе çунтарса ‎парне кÿмешкĕн кунсерен айăпсăр пĕр çулхи икĕ путек парса тăмалла;‎

(‎4‎) пĕр путекне ирхине пар, тепĕр путекне каçхине пар;‎

(‎5‎) тырăпулă парни кÿмешкĕн пĕр Ефа тулă çăнăхĕн вуннăмĕш пайне чĕрĕк гин чи паха ‎йывăç çăвĕпе хутăштарса [пар];‎

(‎6‎) ку — Çÿлхуçана кÿрекен яланхи парне, ăна малтан, Синай тăвĕ патĕнче кÿнĕ пек, ырă ‎шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр тесе, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелле;‎

(‎7‎) тата пĕр путек пуçне чĕрĕк гин эрех пар: ăна, Çÿлхуçана кÿрекен эрехе, сăваплă çĕрте ‎сап.‎

(‎8‎) Тепĕр путекне каçхине пар, ирхине тырăпулă парни мĕнле кÿнĕ, каçпа та çавăн пекех ‎пултăр, эрехне те ирхинехи пекех сап, ку — Çÿлхуçана кăмăллă ырă шăршăллă парне пулĕ.‎

(‎910‎) Кулленхи пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесĕр пуçне тата шăматкун парни пулмалла; ‎шăматкун айăпсăр пĕр çулхи икĕ путек тата тырăпулă парни кÿмешкĕн пĕр Ефа тулă çăнăхĕн ‎иккĕ вуннăмĕш пайне йывăç çăвĕпе хутăштарса [парăр], ун çине эрех сапăр; çакăн пек ‎пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне кашни шăматкунах пулмалла. пÇĕнĕ уйăх кунĕнче те ‎пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿрĕр: шултăра выльăхран икĕ пăру, пĕр така тата ‎айăпсăр пĕр çулхи çичĕ путек кÿмелле,‎

(‎12‎) унпа пĕрле тырăпулă парни пултăр: кашни пăру пуçне пĕр Ефа тулă çăнăхĕн виççĕ ‎вуннăмĕш пайне йывăç çăвĕпе хутăштарса парăр, така пуçне пĕр Ефа тулă çăнăхĕн иккĕ ‎вуннăмĕш пайне йывăç çăвĕпе хутăштарса парăр,‎

(‎13‎) кашни путек пуçне тырăпулă парни — пĕр Ефа тулă çăнăхĕн вуннăмĕш пайне йывăç ‎çăвĕпе хутăштарса — парăр; çакă — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне, унăн ырă шăрши ‎Çÿлхуçана кăмăллă пулĕ;‎

(‎14‎) çав парнесем çине эрех сапмалла: пăру çине çур гин, така çине гинăн виççĕмĕш пайне, ‎путек çине чĕрĕк гин сапмалла; çулталăк тăршшĕпех кашни çĕнĕ уйăх кунĕнче çакăн пек ‎пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿмелле.‎

(‎15‎) Пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан яланхи парнесĕр пуçне тата çылăх каçарттарма Çÿлхуçана ‎пĕр качака таки кÿрĕр; ăна эрех сапса парăр.‎

(‎16‎) Пĕрремĕш уйăхра, уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче, Çÿлхуçа Пасхи пулать.‎

(‎17‎) Çак уйăхăн вунпиллĕкĕмĕш кунĕнче те уяв; ун чухне çичĕ кун хушши тутлăлла пĕçернĕ ‎çăкăр çимелле.‎

(‎18‎) Пĕрремĕш кунĕнче [сирĕн] сăваплă пуху [пултăр]; нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр;‎

(‎19‎) Çÿлхуçана парне кÿрĕр: пĕтĕмĕшпе çунтарса шултăра выльăхран икĕ пăру, пĕр така тата ‎пĕр çулхи çичĕ путек кÿрĕр; вĕсем сирĕн пурте айăпсăр пулччăр;‎

(‎20‎) çакăнпа пĕрле тырăпулă парни кÿмешкĕн йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ парăр: ‎кашни пăру пуçне Ефан виççĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ, така пуçне Ефан иккĕ вуннăмĕш пайĕ ‎чухлĕ пултăр,‎

(‎21‎) çичĕ путекрен кашнийĕ пуçне Ефан вуннăмĕш пайĕ чухлĕ парăр,‎

(‎22‎) тата çылăх каçарттарма, хăвăра тасатма, пĕр качака таки парăр;‎

(‎23‎) ăна яланхи пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли ирхинехи парне çумне хушса памалла.‎

(‎24‎) Çичĕ кун хушши çапла парне кÿрсе тăрăр; ку — çăкăр, Çÿлхуçана кăмăллă ырă шăршăллă ‎парне; ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса, эрех сапса кÿрекен яланхи парне çумне хушса памалла.‎

(‎25‎) Çиччĕмĕш кунне те сирĕн сăваплă пуху пултăр; нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр.‎

(‎26‎) Малтанхи çимĕç кунĕнче те, Çÿлхуçана çĕнĕ тырăпулă парни кÿмелли кун, эрнесен ‎уявĕнче, сирĕн сăваплă пуху пултăр; нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр;‎

(‎27‎) Çÿлхуçана кăмăллă ырă шăршăллă парне кÿрĕр: пĕтĕмĕшпе çунтарса, шултăра ‎выльăхран икĕ пăру, пĕр така тата [айăпсăр] пĕр çулхи çичĕ путек кÿрĕр,‎

(‎28‎) çакăнпа пĕрле тырăпулă парни кÿмешкĕн йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ парăр: ‎кашни пăру пуçне Ефан виççĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ, така пуçне Ефан иккĕ вуннăмĕш пайĕ ‎чухлĕ,‎

(‎29‎) çичĕ путекрен кашнийĕ пуçне Ефан вуннăмĕш пайĕ чухлĕ парăр,‎

(‎30‎) тата [çылăх каçарттарма,] хăвăра тасатма, пĕр качака таки парăр;‎

(‎31‎) ‎[Мана çакна] пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен яланхи парне тата унпа пĕрле кÿрекен ‎тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса парăр; вĕсем сирĕн пурте айăпсăр пулччăр, тенĕ. ‎

Пай ‎29‎

(‎1‎) Çиччĕмĕш уйăхра, уйăхăн пĕрремĕш [кунĕнче], сирĕн сăваплă пуху пултăр; нимĕнле ĕç ‎те ан ĕçлĕр; ку сирĕншĕн трупа сассийĕн кунĕ пултăр;‎

(‎2‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса, Çÿлхуçана кăмăллă ырă шăршăллă парне кÿрĕр: пĕр пăру, пĕр ‎така, пĕр çулхи çичĕ путек кÿрĕр, вĕсем пурте айăпсăр пулччăр, ‎

(‎3‎) çакăнпа пĕрле тырăпулă парни — йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ — парăр: пăру ‎пуçне Ефан виççĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ, така пуçне Ефан иккĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ,‎

(‎4‎) çичĕ путекрен кашнийĕ пуçне Ефан вуннăмĕш пайĕ чухлĕ парăр,‎

(‎5‎) тата çылăх каçарттарма, хăвăра тасатма, пĕр качака таки кÿрĕр,‎

(‎6‎) çакна çĕнĕ уйăх кунĕнче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнепелен унпа пĕрле кÿрекен ‎тырăпулă парни çумне хушса тата пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен яланхи парнепелен унпа пĕрле ‎кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса, йĕрке тăрăх памалла, унăн ырă шăрши ‎Çÿлхуçана кăмăллă пулĕ.‎

(‎7‎) Çав çиччĕмĕш уйăхăн вуннăмĕш [кунĕнче те] сирĕн сăваплă пуху пултăр: ун чухне ‎чунăра йăвашлатăр, нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр;‎

(‎8‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана кăмăллă ырă шăршăллă парне кÿрĕр: пĕр пăру, пĕр така, ‎пĕр çулхи çичĕ путек кÿрĕр; вĕсем сирĕн пурте айăпсăр пулччăр;‎

(‎9‎) çакăнпа пĕрле тырăпулă парни — йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ — парăр: пăру ‎пуçне Ефан виççĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ, така пуçне Ефан иккĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ,‎

(‎10‎) çичĕ путекрен кашнийĕ пуçне Ефан вуннăмĕш пайĕ чухлĕ парăр, птата çылăх ‎каçарттарма, [хăвăра тасатма,] пĕр качака таки кÿрĕр; çакна тасалмалли кун çылăхшăн кÿмелли ‎парне çумне хушса тата пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен яланхи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен ‎тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса, [йĕрке тăрăх памалла, унăн ырă шăрши Çÿлхуçана ‎кăмăллă пулĕ].‎

(‎12‎) Çиччĕмĕш уйăхăн вунпиллĕкĕмĕш кунĕнче те сирĕн сăваплă пуху пултăр; нимĕнле ĕç те ‎ан ĕçлĕр, Çÿлхуçа уявне çичĕ кун хушши уявлăр;‎

(‎13‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана кăмăллă ырă шăршăллă парне кÿрĕр: вунвиçĕ пăру, икĕ ‎така, пĕр çулхи вунтăватă путек кÿрĕр; вĕсем айăпсăр пулччăр,‎

(‎14‎) çакăнпа пĕрле тырăпулă парни — йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕ — парăр: ‎вунвиçĕ пăруран кашнийĕ пуçне Ефан виççĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ, икĕ такаран кашнийĕ пуçне ‎Ефан иккĕ вуннăмĕш пайĕ чухлĕ,‎

(‎15‎) вунтăватă путекрен кашнийĕ пуçне Ефан вуннăмĕш пайĕ чухлĕ парăр,‎

(‎16‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿрĕр, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен яланхи ‎парне çумне тата унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎17‎) Иккĕмĕш кунĕнче вуникĕ пăру, икĕ така, пĕр çулхи вунтăватă путек кÿрĕр, вĕсем пурте ‎айăпсăр пулччăр,‎

(‎18‎) йĕрке тăрăх çакăнпа пĕрле пăрусен, такасен тата путексен шутне кура тырăпулă парни ‎памалла, эрех сапмалла

(‎19‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿмелле, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен ‎яланхи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎20‎) Виççĕмĕш кунĕнче вунпĕр пăру, икĕ така, пĕр çулхи вунтăватă путек кÿрĕр, вĕсем пурте ‎айăпсăр пулччăр,‎

(‎21‎) йĕрке тăрăх çакăнпа пĕрле пăрусен, такасен тата путексен шутне кура тырăпулă парни ‎памалла, эрех сапмалла

(‎22‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿмелле, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен ‎яланхи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎23‎) Тăваттăмĕш кунне вунă пăру, икĕ така, пĕр çулхи вунтăватă путек кÿрĕр, вĕсем пурте ‎айăпсăр пулччăр,‎

(‎24‎) йĕрке тăрăх çакăнпа пĕрле пăрусен, такасен тата путексен шутне кура тырăпулă парни ‎памалла, эрех сапмалла

(‎25‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿмелле, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен ялан ‎хи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎26‎) Пиллĕкĕмĕш кунне тăхăр пăру, икĕ така, пĕр çулхи вунтăватă путек кÿрĕр, вĕсем пурте ‎айăпсăр пулччăр,‎

(‎27‎) йĕрке тăрăх çакăнпа пĕрле пăрусен, такасен тата путексен шутне кура тырăпулă парни ‎памалла, эрех сапмалла

(‎28‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿмелле, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен ‎яланхи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎29‎) Улттăмĕш кунне сакăр пăру, икĕ така, пĕр çулхи вунтăватă путек кÿрĕр, вĕсем пурте ‎айăпсăр пулччăр,‎

(‎30‎) йĕрке тăрăх çакăнпа пĕрле пăрусен, такасен тата путексен шутне кура тырăпулă парни ‎памалла, эрех сапмалла

(‎31‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿмелле, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен ‎яланхи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎32‎) Çиччĕмĕш кунне çичĕ пăру, икĕ така, пĕр çулхи вунтăватă путек парăр, вĕсем пурте ‎айăпсăр пулччăр,‎

(‎33‎) йĕрке тăрăх çакăнпа пĕрле пăрусен, такасен тата путексен шутне кура тырăпулă парни ‎памалла, эрех сапмалла

(‎34‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿмелле, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен ‎яланхи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎35‎) Саккăрмĕш кунĕ уявпа сывпуллашма пултăр; нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр;‎

(‎36‎) пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана кăмăллă ырă шăршăллă парне кÿрĕр: пĕр пăру, пĕр така, ‎пĕр çулхи çичĕ путек кÿрĕр, вĕсем пурте айăпсăр пулччăр,‎

(‎37‎) йĕрке тăрăх çакăнпа пĕрле пăрусен, такасен тата путексен шутне кура тырăпулă парни ‎памалла, эрех сапмалла

(‎38‎) тата çылăх каçарттарма пĕр качака таки кÿмелле, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен ‎яланхи парнепелен унпа пĕрле кÿрекен тырăпулă парни çумне хушса, эрех сапса памалла.‎

(‎39‎) Хăвăрăн уявăрсенче Çÿлхуçана çапла парне кÿрсе тăрăр, ăна сăмах панипе е тимлĕ ‎пулнипе пĕтĕмĕшпе çунтарса, эрех сапса кÿнĕ парне çийĕнчен, тырăпулă парни тата канăçлăх ‎парни çийĕнчен памалла, тенĕ. ‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎30‎

(‎1‎) Моисей хăйне Çÿлхуçа мĕн хушнине пĕтĕмпе Израиль ывăлĕсене каласа панă.‎

(‎2‎) Израиль йăхĕсен пуçлăхĕсене Моисей çапла тесе каланă: Çÿлхуçамăр мана акă мĕн ‎хушрĕ, тенĕ: Зкам та кам Çÿлхуçана сăмах парас пулсассăн е карт туса тупа тăвас пулсассăн, ‎унăн хăй сăмахне пăсмалла мар, унăн хăй мĕн каланине пурне те тăвасах пулать.‎

(‎4‎) Хĕрарăм хăй çамрăк чухне ашшĕ килĕнче Çÿлхуçана сăмах парас пулсассăн, мĕн те ‎пулин тума картса хурас пулсассăн,‎

(‎5‎) ашшĕ хĕрĕ сăмах панине, вăл мĕн те пулин тума картса хунине илтсе нимĕн те ‎шарламасть пулсассăн, хĕрĕ сăмах пани тата мĕн те пулин тума картса хуни пĕтĕмпех юлать, ‎ăна пурăнăçласах пулать;‎

(‎6‎) ашшĕ хĕрĕ каланине илтсе ăна чарать пулсассăн, хĕр хăй сăмах панине, мĕн те пулин ‎тума картса хунине пурăнăçламасть, уншăн Çÿлхуçа ăна каçарать, мĕншĕн тесессĕн хĕре ашшĕ ‎чарнă.‎

(‎7‎) Хĕр качча каяс пулсассăн, вăл унччен сăмах парса е тупа туса хăйне тăлласа лартнă ‎пулсассăн,‎

(‎8‎) çакна унăн упăшки илтет, анчах илтсе те нимĕн те шарламасть пулсассăн, хĕрарăм сăмах ‎пани, мĕн те пулин тума картса хуни ун çинчех юлать, унăн ăна пурăнăçласах пулать;‎

(‎9‎) упăшки арăмĕ сăмах панине илтсе ăна чарать пулсассăн, арăмĕ çинче тăракан тупана, ‎арăмне тăлласа тăракан сăмаха йышăнмасть пулсассăн, [арăмăн çавна пурăнăçламалла мар, ‎мĕншĕн тесессĕн арăмне упăшки чарнă,] уншăн Çÿлхуçа ăна каçарать.‎

(‎10‎) Тăлăх арăм е упăшкинчен уйăрăлнă арăм сăмах парас пулсассăн, мĕн те пулин тума ‎картса хурас пулсассăн, унăн ăна пурăнăçласах пулать. пАрăмĕ упăшки килĕнче сăмах пачĕ ‎пулсассăн, тупа туса картса хучĕ пулсассăн,‎

(‎12‎) упăшки çакна илтсе нимĕн те шарламарĕ, ăна чармарĕ пулсассăн, арăмăн хăй сăмах ‎панине, тупа туса картса хунине пурăнăçласах пулать;‎

(‎13‎) упăшки арăмĕ сăмах панине, тупа туса картса хунине илтсе ăна пăрахăçларĕ пулсассăн, ‎арăмăн хăйĕн чĕлхи вĕçĕнчен тухнине пурăнăçламалла мар, мĕншĕн тесессĕн ăна упăшки чарса ‎лартнă, Çÿлхуçа вăл хĕрарăма каçарать.‎

(‎14‎) Арăмĕ чунне йăвашлатас тесе панă кирек мĕнле сăмаха та, кирек мĕнле тупа тунине те ‎упăшки çирĕплетме те, чарма та пултарать;‎

(‎15‎) упăшки çакăн çинчен кунранкун нимĕн те шарламарĕ пулсассăн, çапла вăл арăмĕ сăмах ‎панине, арăмĕ карт тунине пĕтĕмпех çирĕплетнĕ пулать, мĕншĕн тесессĕн вăл илтнĕ хыççăн та ‎нимĕн те шарламан;‎

(‎16‎) ‎[упăшки] арăмĕ мĕн каланине илтсе ăна пăрахăçларĕ пулсассăн, вăл арăмĕн çылăхне ‎хăй çине илет, тенĕ.‎

(‎17‎) Ку — Çÿлхуçа Моисее хушсавĕрентсе каланă йĕрке, вăл упăшкипе арăмĕ мĕнле ‎пурăнмаллине, çамрăк чухне, ашшĕ килĕнче пурăннă чухне, ашшĕпе хĕрĕ мĕнле пулмаллине ‎кăтартать.‎

Пай ‎31‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Мадиансене Израиль ывăлĕсемшĕн тавăр, кайран вара хăвăн халăху патне ăсанăн, тенĕ.‎

(‎3‎) Моисей халăха çапла тесе каланă: хăвăр хушшăрти çынсене вăрçа тухма хатĕрлĕр, вĕсем ‎Çÿлхуçа мадиансене тавăрнине пурăнăçламашкăн Мадиансене хирĕç тухчăр;‎

(‎4‎) Израиль [ывăлĕсен] кашни йăхĕнчен пин çын вăрçа каймалла, тенĕ.‎

(‎5‎) Вара Израильсен пинпин çыннинчен кăрал тытнă вуникĕ пин çын — кашни йăхран ‎пĕрер пин — суйласа илнĕ.‎

(‎6‎) Моисей вĕсене вăрçа ăсатнă, кашни йăхран пин çын кайнă, вĕсемпе пĕрле Финееса та — ‎‎[Аарон ывăлĕн] Елеазарăн ывăлне, священника — вăрçа янă, унăн аллинче сăваплă хатĕрхĕтĕр ‎тата хăрушлăха систермелли трупасем пулнă.‎

(‎7‎) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, вĕсем Мадианпа вăрçă вăрçма кайнă, унти пĕтĕм арçынна ‎вĕлерсе тухнă;‎

(‎8‎) вĕсемпе пĕрле патшисене те вĕлернĕ, унта Мадиансен пилĕк патши — Евий, Рекем, Цур, ‎Хур тата Рева — пулнă, [вĕсемпе пĕрле] Валаама та, Веор ывăлне, хĕçпе касса вĕлернĕ;‎

(‎9‎) Мадиансен арăмĕсемпе ачисене вара Израиль ывăлĕсем тыткăна илнĕ, вĕсен пĕтĕм ‎выльăхĕчĕрлĕхне, пĕтĕм кĕтĕвне, пĕтĕм килнеçуртне туртса илнĕ,‎

(‎10‎) вĕсен çĕрĕнчи мĕнпур хулине, мĕнпур ялне вутпа çунтарса янă; пярса илнĕ пĕтĕм ‎тупăша — тыткăна илнĕ çынсенчен пуçласа выльăхĕчĕрлĕхĕ таранччен — хăйсемпе пĕрле илсе ‎кайнă;‎

(‎12‎) тыткăна илнисене тата пĕтĕм тупăша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ‎ывăлĕсен халăхĕ патне, хăйсен тапăрне — Иордан хĕрринчи, Иерихон тĕлĕнчи Моав ‎тÿремлĕхне — илсе çитернĕ.‎

(‎13‎) Моисейпе Елеазар священник тата пĕтĕм халăх пуçлăхĕсем тапăртан вĕсене хирĕç ‎тухнă.‎

(‎14‎) Моисей вăрçăран таврăннă çарпуçсене, пинпÿсене тата çĕрпÿсене çилленнĕ те

(‎15‎) вĕсене каланă: эсир [мĕншĕн] пĕтĕм хĕрарăма чĕрĕ хăварнă?‎

(‎16‎) вĕсем акă Валаам вĕрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывăлĕсене Çÿлхуçаран ‎ютшăнтарчĕç, çавна пула мĕн чухлĕ Çÿлхуçа халăхĕ пĕтрĕ;‎

(‎17‎) çапла вара пур арçын ачине те вĕлерсе тухăр, ар вырăнĕ çинче арпа хутшăннă пур ‎хĕрарăмне те вĕлерĕр;‎

(‎18‎) арпа хутшăнман хĕрачисене вара хăвăр валли чĕрĕ хăварăр;‎

(‎19‎) çичĕ кун хушши тапăр тулашĕнче пулăр; çын вĕлернисем, вĕлернĕ çынна тĕкĕннисем ‎пурте виççĕмĕшпе çиччĕмĕш кунсенче тасалччăр, эсир те, сирĕн пата тыткăна лекнисем те çапла ‎тăвăр;‎

(‎20‎) пĕтĕм тумтире, пĕтĕм сăран япалана, качака çăмĕнчен мĕн тунине пурне те, пĕтĕм йывăç ‎савăта тасатăр, тенĕ.‎

(‎21‎) Елеазар священник вăрçăра пулнă çар çыннисене каланă: Çÿлхуçамăр Моисее панă ‎саккун тăрăх акă мĕнле тумалла:‎

(‎22‎) ылтăна, кĕмĕле, пăхăра, тимĕре, тăхлана тата хура тăхлана,‎

(‎23‎) тата вутçулăма тÿсекен мĕнпур япалана тасатма вĕсе не вут витĕр кăларăр, унсăр пуçне ‎тата тасатакан шывпа тасатăр; вутра çунакан япаласене вара пурне те шывпа çăвăр;‎

(‎24‎) хăвăр тумтирĕре çиччĕмĕш кунне çăвăр, вара эсир тасалăр, ун хыççăн тапăра таврăнăр, ‎тенĕ.‎

(‎25‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎26‎) эсĕ, Елеазар священник тата йăх пуçлăхĕсем вăрçăран илсе килнĕ тупăша çынран ‎пуçласа выльăх таранччен шутласа тухăр;‎

(‎27‎) тупăша вăрçа кайса вăрçăра çапăçнисемпе ытти халăх хушшинче çурмалла уйăр;‎

(‎28‎) вăрçăра пулнă çар çыннисенчен Çÿлхуçа валли парне — этем, шултăра выльăх, ашак ‎тата вак выльăх — ил, кашни пилĕкçĕр чунран пĕрер ил;‎

(‎29‎) çакна вĕсен пайĕнчен илсе Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн Елеазар священника пар;‎

(‎30‎) Израиль ывăлĕсене тивĕçлĕ пайран та этем, шултăра выльăх, ашак тата вак выльăх ил, ‎вĕсене кашни аллă чунран пĕрер ил те Çÿлхуçанăн кĕлĕ чатăрĕ таврашĕнче ĕçлесе тăракан ‎Левитсене пар, тенĕ.‎

(‎31‎) Моисейпе Елеазар священник вара Çÿлхуçа Моисее хушнă пек тунă.‎

(‎32‎) Вăрçăра пулнисем ярса илнĕ тупăшран тапăра çакăн чухлĕ илсе килнĕ: вак выльăх — ‎ултçĕр çитмĕл пилĕк пин пуç,‎

(‎33‎) шултăра выльăх — çитмĕл икĕ пин пуç,‎

(‎34‎) ашак — утмăл пĕр пин пуç,‎

(‎35‎) çынсен, арпа хутшăнман хĕрарăмсен, шучĕ мĕнпурĕ вăтăр икĕ пин чун пулнă.‎

(‎36‎) Çур тупăш, вăрçăра пулнисен пайĕ, çакăн чухлĕ пулнă: вак выльăх — виççĕр вăтăр çичĕ ‎пин те пилĕкçĕр пуç,‎

(‎37‎) вак выльăх шутĕнчен Çÿлхуçана ултçĕр çитмĕл пилĕк пуç парне панă;‎

(‎38‎) шултăра выльăх — вăтăр ултă пин пуç, ун шутĕнчен Çÿлхуçана çитмĕл икĕ пуç парне ‎панă;‎

(‎39‎) ашак — вăтăр пин те пилĕкçĕр пуç, ун шутĕнчен Çÿлхуçана утмăл пĕр пуç парне панă;‎

(‎40‎) вунултă пин çын, çав шутран Çÿлхуçана вăтăр икĕ чун парне панă.‎

(‎41‎) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, çак парнене, Çÿлхуçана кÿмелли парнене, Моисей Елеазар ‎священника панă.‎

(‎42‎) Вăрçăра пулнисем илсе килнĕ тупăшăн çуррине Моисей Израиль ывăлĕсене уйăрса ‎панă;‎

(‎43‎) халăха тивĕçлĕ çур тупăш çапла пулнă: вак выльăх — виççĕр вăтăр çичĕ пин те пилĕкçĕр ‎пуç,‎

(‎44‎) шултăра выльăх — вăтăр ултă пин пуç,‎

(‎45‎) ашак — вăтăр пин те пилĕкçĕр пуç,‎

(‎46‎) вунултă пин çын.‎

(‎47‎) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Израиль халăхне тивĕçлĕ пайран Моисей, кашни аллă ‎çынран, кашни аллă выльăхран пĕр пуç илсе, ăна Çÿлхуçанăн кĕлĕ чатăрĕ таврашĕнче ĕçлесе ‎тăракан Левитсене панă.‎

(‎48‎) Моисей патне çарти темиçе пин çын пуçлăхĕсем, пинпÿсемпе çĕрпÿсем пынă та

(‎49‎) Моисее каланă: санăн чурусем пире шанса панă çар çыннисене шутласа тухрĕç, вĕсенчен ‎пĕри те пĕтмен;‎

(‎50‎) хамăр чунсене Çÿлхуçа умĕнче тасатмашкăн акă эпир Çÿлхуçана парне кÿретпĕр, кам ‎мĕнле ылтăн япала тупнă, çавна илсе килтĕмĕр: вăчăрасем, сулăсем, куçлă çĕрĕсем, хăлха ‎ункисем, алкасем паратпăр, тенĕ.‎

(‎51‎) Моисейпе Елеазар священник вĕсенчен çав ылтăн япаласене пĕтĕмпех илнĕ;‎

(‎52‎) пинпÿсемпе çĕрпÿсем Çÿлхуçана кÿнĕ ылтăн вунултă пин те çичçĕр аллă сикль тайнă.‎

(‎53‎) Çар çыннисем кашнийĕ харпăр хăй валли çаратнă.‎

(‎54‎) Моисейпе Елеазар священник пинпÿсемпе çĕрпÿсем панă ылтăна илсе ăна Израиль ‎ывăлĕсене Çÿлхуçа умĕнче асăнмашкăн пуху чатăрне пырса панă. ‎

Пай ‎32‎

(‎1‎) Рувим ывăлĕсемпе Гад ывăлĕсен выльăхчĕрлĕх питĕ йышлă пулнă; вĕсем Иазер çĕрĕпе ‎Галаад çĕрĕ кĕтÿ çÿретме юрăхлине курнă;‎

(‎2‎) вара Гад ывăлĕсемпе Рувим ывăлĕсем пынă та Моисейпе Елеазар священника тата ‎халăх пуçлăхĕсене çапла тесе каланă:‎

(‎3‎) Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон —‎

(‎4‎) çак çĕрсем, Çÿлхуçа Израиль халăхĕ умĕнче çĕнтернĕ çĕрсем, кĕтÿ çÿретме юрăхлă, ‎санăн чурусен вара кĕтÿсем пур, тенĕ.‎

(‎5‎) Тата каланă: пире кăмăл тăватăн пулсассăн, çак çĕрсене хăвăн чурусене еткерлĕхе пар; ‎пире Иорданăн тепĕр енне илсе ан кай, тенĕ.‎

(‎6‎) Моисей вара Гад ывăлĕсемпе Рувим ывăлĕсене каланă: сирĕн тăванăрсем вăрçа каяççĕ, ‎эсир ĕнтĕ кунта юлас тетĕр-им?‎

(‎7‎) Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсене çĕр парать, мĕншĕн эсир вĕсене çак çĕртен сивĕтесшĕн, ‎унта кайма чăрмантарасшăн?‎

(‎8‎) сирĕн аçăрсем, эпĕ вĕсене КадесВарни хулинчен çĕр пăхма ярсассăн, çапла хăтланнăччĕ:‎

(‎9‎) Есхол айлăмĕ патне çитсессĕн, вĕсем унта çĕр курнăччĕ, анчах Израиль ывăлĕсем ‎хăйсене Çÿлхуçа паракан çĕре ан кайччăр тесе, вĕсене çав çĕртен сивĕтнĕччĕ;‎

(‎10‎) çав кун Çÿлхуçа çилли тăвăлса çитрĕ, Вăл вара тупа туса каларĕ: пЕгипетран тухнă çак ‎çынсем, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисем, [ырăпа усал мĕнне пĕлекенскерсем,] ‎Эпĕ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнă çĕре кураймĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Мана ‎итлемерĕç,‎

(‎12‎) унта Халев — Иефонния кенезей ывăлĕ — тата Нав ывăлĕ Иисус анчах кĕрĕç, мĕншĕн ‎тесессĕн вĕсем Çÿлхуçана итлесепăхăнса тăчĕç.‎

(‎13‎) Çÿлхуçа Израиле тарăхса çитрĕ, çак халăха Вăл хĕрĕх çул хушши пушхир тăрăх Çÿлхуçа ‎умĕнче усал тунă ăру пĕтĕмпе вилсе пĕтиччен илсе çÿрерĕ.‎

(‎14‎) Халĕ ĕнтĕ аçăрсем вырăнне эсир, çылăхлă йăхях, пăлханатăр, Израиле тарăхса çитнĕ ‎Çÿлхуçа çиллине тата ытларах хаярлататăр.‎

(‎15‎) Турăран пăрăнсассăн, Вăл Израиль ывăлĕсене каллех пушхире хăварĕ, çапла эсир ‎пĕтĕм халăха пĕтеретĕр, тенĕ.‎

(‎16‎) Вара Рувим ывăлĕсемпе Гад ывăлĕсем ун патне пынă та каланă: эпир кунта хамăр ‎кĕтÿсем валли сурăх витисем, хамăр ачасем валли хуласем туса лартăпăр;‎

(‎17‎) хамăр эпир чи малтан вăрçа тухăпăр, Израиль ывăлĕсене хăйсен çĕрне илсе ‎çитеричченех вĕсен умĕнче пырăпăр; пирĕн ачасем вара çакăнта юлччăр, кунти халăхран ‎сыхланса тĕреклĕлетнĕ хуласенче пурăнччăр;‎

(‎18‎) Израиль ывăлĕсем…‎

Пай ‎33‎

(‎4‎) çавăн чухне Египет халăхĕ хăйĕн малтан çуралнă пĕтĕм арçын ачине пытарнă, вĕсене ‎Çÿлхуçа пĕтерсе тухнă пулнă, Çÿлхуçа вĕсен туррисене çапла сут тунă.‎

(‎5‎) Çапла вара Израиль халăхĕ, Раамсес хулинчен тапранса тухса, Сокхоф текен вырăнта ‎тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎6‎) Сокхофран кайсассăн, пушхир хĕрринчи Ефам текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎7‎) Ефамран кайсассăн, ВаалЦефон патĕнчи ПиГахироф еннелле кайнă, унтан Мигдол ‎çывăхĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎8‎) Гахирофран кайсассăн, тинĕс варрипе каçса пушхире çитнĕ, вара виçĕ кун хушши Ефам ‎пушхирĕпе пынă, кайран Мерра текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎9‎) Меррăран кайсассăн, Елим текен вырăна çитнĕ; унта вуникĕ çăл [пулнă], çитмĕл финик ‎йывăçĕ ÿснĕ, вĕсем çавăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎10‎) Елимран кайсассăн, Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче тапăр лартса чарăнса тăнă. пХĕрлĕ тинĕс ‎патĕнчен кайсассăн, Син пушхирĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎12‎) Син пушхирĕнчен тухсассăн, Дофка текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎13‎) Дофкаран кайсассăн, Алуш текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎14‎) Алушран кайсассăн, Рефидим текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă, унта халăх ‎валли ĕçме шыв пулман.‎

(‎15‎) Рефидимран кайсассăн, Синай пушхирĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎16‎) Синай пушхирĕнчен тухсассăн, КибротГаттаава текен вырăнта тапăр лартса чарăнса ‎тăнă.‎

(‎17‎) КибротГаттаавăран кайсассăн, Асироф текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎18‎) Асирофран кайсассăн, Рифма патĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎19‎) Рифмаран кайсассăн, РимнонФарец текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎20‎) РимнонФарецран кайсассăн, Ливна текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎21‎) Ливнаран кайсассăн, Рисса текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎22‎) Риссаран кайсассăн, Кеге лафа текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎23‎) Кегелафăран кайсассăн, Шафер тăвĕ çинче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎24‎) Шафер тăвĕ патĕнчен кайсассăн, Харада текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎25‎) Харадаран кайсассăн, Макелоф текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎26‎) Макелофран кайсассăн, Тахаф текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎27‎) Тахафран кайсассăн, Тарах текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎28‎) Тарахран кайсассăн, Мифка текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎29‎) Мифкаран кайсассăн, Хашмона текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎30‎) Хашмонаран кайсассăн, Мосероф текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎31‎) Мосерофран кайсассăн, БенеЯакан текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎32‎) БенеЯаканран кайсассăн, ХорАгидГад текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎33‎) ХорАгидГад патĕнчен кайсассăн, Иотвафа текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎34‎) Иотвафа патĕнчен кайсассăн, Аврон текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎35‎) Авронран кайсассăн, ЕционГавер текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎36‎) ЕционГавер патĕнчен кайсассăн, Син пушхирĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă. [Син ‎пушхирĕнчен кайсассăн, Фаран пушхирĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă,] ăна Кадес та теççĕ.‎

(‎37‎) Кадесран кайсассăн, Эдом çĕрĕ чиккинче, Ор тăвĕ çинче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎38‎) Çÿлхуçа хушнипе Аарон священник Ор тăвĕ çине хăпарнă, вăл çавăнта вилнĕ, ку ‎Израиль халăхĕ Египет çĕрĕнчен тухни хĕрĕхмĕш çул çине кайсассăн, пиллĕкĕмĕш уйăхра, ‎уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, пулса иртнĕ;‎

(‎39‎) Ор тăвĕ çинче вилнĕ чухне Аарон çĕр çирĕм виççĕре пулнă.‎

(‎40‎) Ханаан патши Арада, Ханаан çĕрĕн кăнтăр енче пурăнаканскер, çавăн чухне Израиль ‎ывăлĕсем çывăхарни çинчен илтнĕ.‎

(‎41‎) Израиль халăхĕ Ор тăвĕ патĕнчен кайсассăн, Салмон текен вырăнта тапăр лартса ‎чарăнса тăнă.‎

(‎42‎) Салмонран кайсассăн, Пунон текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎43‎) Пунонран кайсассăн, Овоф текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎44‎) Овофран кайсассăн, Моав чиккинчи ИймАварим патĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎45‎) Ийм патĕнчен кайсассăн, ДивонГад текен вырăнта тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎45‎) ДивонГад патĕнчен кайсассăн, АлмонДивлафаим текен вырăнта тапăр лартса чарăнса ‎тăнă.‎

(‎47‎) АлмонДивлафаим патĕнчен кайсассăн, Аварим тăвĕ çинче Нево çывăхĕнче тапăр лартса ‎чарăнса тăнă.‎

(‎48‎) Аварим тăвĕ патĕнчен кайсассăн, Иордан шывĕ хĕрринчи Моав тÿремлĕхĕнче, Иерихон ‎тĕлĕнче, тапăр лартса чарăнса тăнă;‎

(‎49‎) вĕсем Иордан хĕрринче Моав тÿремлĕхĕнче БефИешимоф хулипе АвеСиттим хули ‎хушшинче тапăр лартса чарăнса тăнă.‎

(‎50‎) Иордан хĕрринчи Моав тÿремлĕхĕнче, Иерихон тĕлĕнче, Çÿлхуçа Моисее çапла тесе ‎каланă:‎

(‎51‎) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: Иордан урлă каçса Ханаан çĕрне çитсессĕн,‎

(‎52‎) унти пур халăха та хăвăр патăртан хăваласа ярăр, вĕсем тунă мĕнпур йĕрĕхе — ÿкерсе ‎тунисене, шăратса тунисене — пĕтĕмпе çĕмĕрсе тухăр, вĕсенĕн тÿпем вырăнĕсене те аркатса ‎тăкăр;‎

(‎53‎) çĕрĕсене туртса илĕр те çавăнта пурăнма вырăнаçăр, Эпĕ ку çĕре сире еткерлĕхе ‎паратăп;‎

(‎54‎) еткерлĕх çĕре шăпа тăрăх йăхсерен валеçсе парăр: нумай йышлине нумайрах çĕр парăр, ‎сахал йышлине сахалрах парăр; кама ăçта шăпа тухать, унăн еткер çĕрĕ çавăнта пулать; ‎еткерлĕх çĕре аçăрсен йăхĕсем тăрăх илĕр;‎

(‎55‎) çавăнта пурăнакансене хăвăр патăртан хăваласа ямасассăн, вĕсем, унта юлнисем, сирĕн ‎куçăрсене тăрăнĕç, сире аякăрсенчен чикĕç, сире хăвăр пурăнакан çĕрте хĕстерме пуçлĕç,‎

(‎56‎) ун чухне Эпĕ вĕсене мĕн кăтартма шутланине сире кăтартăп, тенĕ.‎

Пай ‎34‎

(‎1‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсене çапла хуш, кала вĕсене: эсир Ханаан çĕрне çитсе кĕретĕр те — акă ‎вăл, сире пÿрнĕ еткерлĕх çĕр, Ханаан çĕрĕ, унăн чиккисем акă: Зсирĕн кăнтăр енĕ Эдом патĕнчи ‎Син пушхирĕнчен пуçланать, унтан сирĕн кăнтăр чикки Тăварлă тинĕс вĕçĕнчен, тухăç енчен ‎каять,‎

(‎4‎) унтан чикĕ кăнтăралла Акравим сăрчĕ еннелле каять, Син урлă каçать, кăнтăр еннелле ‎КадесВарни патнелле мăкăрăлса тухать, унтан ГацарАддара çитиччен пырать, унтан Ацмон ‎урлă каçать;‎

(‎5‎) Ацмонран иртсессĕн, чикĕ Египет шывĕ еннелле каять, вара тинĕс хĕррине тăсăлса ‎тухать.‎

(‎6‎) Сирĕн анăç чикки аслă тинĕс пулать: анăçалла каякан чикĕ пулать ку.‎

(‎7‎) Çурçĕр чикки сирĕн çапла пултăр: ăна аслă тинĕс патĕнчен Ор тăвĕ патне çити тăсăр,‎

(‎8‎) Ор тăвĕ патĕнчен Емаф патне çити тăсăр, кайран чикĕ Цедад еннелле мăкăрăлса тухĕ;‎

(‎9‎) ку тĕлтен чикĕ Цифрон еннелле каять, ГацарЕнан енне тăсăлса тухать: ку сирĕн çурçĕр ‎чикки пулать.‎

(‎10‎) Тухăç чиккине ГацарЕнан патĕнчен ШЕфам хулине çити тăсăр, “ШЕфамран чикĕ Аин ‎хулинчен тухăçалла Рибла хули еннелле каять, унтан чикĕ Киннереф тинĕсне тухăç енчен ‎пырса перĕнет;‎

(‎12‎) кайран чикĕ Иордан еннелле каять, Тăварлă тинĕс енне тăсăлса тухать. Çакăн пек пур ‎енчен те чикĕллĕ çĕр сирĕн пулать, тенĕ.‎

(‎13‎) Моисей Израиль ывăлĕсене çапла тума хушнă, вĕсене çапла каланă: çак çĕре ‎Çÿлхуçамăр тăхăр йăха тата [Манассиян] çур йăхне пама хушрĕ, эсир ăна шăпа тăрăх еткерлĕхе ‎валеçсе парăр,‎

(‎14‎) мĕншĕн тесессĕн Рувим йăхĕн ăрăвĕсем хăйсен кил-йышĕпе, Гад йăхĕн ăрăвĕсем хăйсен ‎кил-йышĕпе тата Манассиян çур йăхĕ хăйсен еткер çĕрне илчĕç:‎

(‎15‎) икĕ йăх тата çур йăх Иордан леш енче Иерихон тĕлĕнче тухăçалла выртакан çĕре ‎еткерлĕхе илчĕç, тенĕ.‎

(‎16‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎17‎) сире çак çынсем çĕр уйăрса парĕç: Елеазар священник тата Нав ывăлĕ Иисус;‎

(‎18‎) çĕр уйăрмашкăн тата кашни йăхран пĕрер пуçлăх суйласа илĕр.‎

(‎19‎) Çак çынсен ячĕсем акă: Иуда йăхĕнчен Халев, Иефонния ывăлĕ;‎

(‎20‎) Симеон ывăлĕсен йăхĕнчен Самуил, Аммиуд ывăлĕ;‎

(‎21‎) Вениамин йăхĕнчен Елидад, Кислон ывăлĕ;‎

(‎22‎) Дан ывăлĕсен йăхĕнчен Буккий пуçлăх, Иоглий ывăлĕ;‎

(‎23‎) Иосиф ывăлĕсенчен, Манассия ывăлĕсен йăхĕнчен Ханниил пуçлăх, Ефод ывăлĕ;‎

(‎24‎) Ефрем ывăлĕсен йăхĕнчен Кемуил пуçлăх, Шифтан ывăлĕ;‎

(‎25‎) авулон ывăлĕсен йăхĕнчен Елицафан пуçлăх, Фарнак ывăлĕ;‎

(‎26‎) Иссахар ывăлĕсен йăхĕнчен Фалтиил пуçлăх, Аззан ывăлĕ;‎

(‎27‎) Асир ывăлĕсен йăхĕнчен Ахиуд пуçлăх, Шеломий ывăлĕ;‎

(‎28‎) Неффалим ывăлĕсен йăхĕнчен Педаил пуçлăх, Аммиуд ывăлĕ, тенĕ.‎

(‎29‎) Çÿлхуçа çак çынсене Ханаан çĕрне Израиль ывăлĕсене еткерлĕхе уйăрса пама хушнă.‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎35‎

(‎1‎) Иордан шывĕ хĕрринчи Моав тÿремлĕхĕнче, Иерихон тĕлĕнче, Çÿлхуçа Моисее çапла ‎тесе каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсене çапла хуш: вĕсем хăйсен еткер çĕрĕнчен Левитсене пурăнма ‎хуласем уйăрса паччăр, Левитсене хуласем таврашĕнчи уйхирсене те парăр: ‎

(‎3‎) хулисем вĕсене пурăнма пулччăр, уйĕхирĕсем вĕсене выльăхчĕрлĕх çÿретме, хуçалăх ‎тытма, хуçалăхра мĕн кирлине тивĕçтерсе тăма пулччăр;‎

(‎4‎) хула таврашĕнчи хирсем — Левитсене памалли хирсем — хула хÿми патĕнчен пуçланса ‎пур еннелле те [икĕ] пин чике сарлакăш сарăлса выртмалла;‎

(‎5‎) хула хĕрринчен тухăçалла икĕ пин чике виçсе парăр, кăнтăралла та икĕ пин чике, ‎анăçалла та икĕ пин чике, çурçĕрелле те икĕ пин чике виçсе парăр, хули вара варринче пулĕ: ‎хула çумĕнчи уйĕхирĕсем вĕсен çакăн пек пулмалла.‎

(‎6‎) Эсир Левитсене паракан хуласенчен улттăшĕ хÿтлĕх хуласем [пулĕç], çын вĕлерекене ‎унта тарма ирĕк парăр; кусемсĕр пуçне Левитсене тата хĕрĕх икĕ хула парăр:‎

(‎7‎) Левитсене сирĕн мĕнпурĕ хĕрĕх сакăр хула памалла, хула çумĕнчи уйхирсене те ‎памалла.‎

(‎8‎) Израиль ывăлĕсен еткер çĕрĕнчен хуласем панă чухне пысăкрах çĕрĕнчен — нумайрах, ‎пĕчĕкрех çĕрĕнчен сахалрах парăр; Левитсене хуласем уйăрса панă чухне кашни йăх хăй илес ‎еткерлĕхне кура уйăрса патăр, тенĕ.‎

(‎9‎) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:‎

(‎10‎) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: Иордан урлă каçса Ханаан çĕрне çитсессĕн, ‎‎”хăвăр валли хÿтлĕх пулмалли хуласем суйласа илĕр, çынна ăнсăртран вĕлернĕ этем çавăнта ‎тарма пултартăр;‎

(‎12‎) çын вĕлерекене халăх сучĕ умне тăратиччен ан вĕлерччĕр тесе, çав хуласем [юншăн] ‎тавăраканран тарса хăтăлмалли хÿтлĕх хуласем пулĕç.‎

(‎13‎) Эсир паракан хуласем, хÿтлĕх хуласем, сирĕн улттă пулмалла:‎

(‎14‎) виçĕ хулине Иорданăн çак енче парăр, виçĕ хулине Ханаан çĕрĕнче парăр; вĕсем хÿтлĕх ‎хуласем пулмалла;‎

(‎15‎) çакă ултă хула Израиль ывăлĕсемшĕн те, ютран килнĕ çыншăн та, сирĕн пата пурăнма ‎куçса пынă çыншăн та тарса хăтăлмалли вырăн пултăр, çынна ăнсăртран вĕлернĕ кашни этем ‎унта тарса кайма пултартăр.‎

(‎16‎) Кам та кам çынна тимĕр япалапа вĕлерсе пăрахмаллах çапать, çавă вара çын вĕлерекен ‎шутланать: вĕлерекене вилĕм аллине памалла;‎

(‎17‎) кам та кам аллинчи чулпа, вĕлерме пултаракан чулпа, çынна вĕлермеллех çапать, çавă ‎çын вĕлерекен шутланать: вĕлерекене вилĕм аллине памалла;‎

(‎18‎) вĕлерме пултаракан йывăç япалапа çынна вĕлермеллех çапакан та çын вĕлерекен ‎шутланать: вĕлерекене вилĕм аллине памалла;‎

(‎19‎) юншăн тавăраканни çын вĕлерекене хăех вĕлерме пултарать: тĕл пулсассăн ăна хăех ‎вĕлерме пултарать;‎

(‎20‎) кам та кам кураймасăр çынна вĕлермеллех чышать е юриех, усал сунса, мĕнпе те пулин ‎персе ăна вĕлермеллипех тивертет,‎

(‎21‎) е тăшманлăха пула ăна аллипе вĕлермеллех çапать пулсассăн, çапакана вилĕм аллине ‎памалла: вăл çын вĕлерекен шутланать; юншăн тавăракан ăна тĕл пулсанах вĕлерме пултарать.‎

(‎22‎) Кам та кам çынна курайманнипе мар, ăнсăртран çеç чышрĕ пулсассăн е усал сунмасăрах ‎ăна мĕнпе те пулин печĕ пулсассăн,‎

(‎23‎) е хăй асăрхамасăрах çын çине вĕлĕрме пултаракан чул ÿкерсе ăна вĕлерчĕ, хăй вара çав ‎çыннăн тăшманĕ те пулман, ăна усал та сунман пулсассăн,‎

(‎24‎) çын вĕлерекенпе юншăн тавăракан хушшинчи тава халăхăн çак йĕркепе татса памалла;‎

(‎25‎) халăхăн çын вĕлерекене юншăн тавăраканăн аллинчен хăтармалла, халăхăн ăна çын ‎вĕлерсессĕн тарса пынă хÿтлĕх хулинех ямалла, вăл унта таса çу сĕрнĕ аслă священник ‎виличчен пурăнтăр;‎

(‎26‎) çын вĕлерекен хăй тарса пытаннă хÿтлĕх хуларан тухсассăн,‎

(‎27‎) юншăн тавăракан ăна хÿтлĕх хула тулашĕнче шыраса тупсассăн, юншăн тавăракан çав ‎çын вĕлерекене вĕлерсессĕн, тавăракана юн тăкнăшăн çылăх пулмасть,‎

(‎28‎) мĕншĕн тесессĕн лешĕн хăй тарса пытаннă хÿтлĕх хулара аслă священник виличчен ‎пурăнмалла пулнă, аслă священник вилсессĕн çеç çын вĕлерекенĕн хăйĕн çĕрне таврăнмалла ‎пулнă.‎

(‎29‎) Сирĕн ăрăвăрсемшĕн, сирĕн пур килĕрсемшĕн çакă çирĕп йĕрке пултăр.‎

(‎30‎) Кам та кам çын вĕлерчĕ пулсассăн, çын вĕлерекене кÿнтеленсем кăтартнă тăрăх ‎вĕлермелле, анчах çынна вилĕм аллине пама пĕр кÿнтелен çеç çителĕксĕр.‎

(‎31‎) Çын вĕлерекен чунĕшĕн тÿлев ан илĕр, вăл вилĕмшĕн айăплă, ăна вилĕм аллине ‎памалла;‎

(‎32‎) хÿтлĕх хулана тарса пытаннă çынна та тÿлесе ан илĕр, [аслă] священник виличчен ăна ‎хăйĕн çĕрĕнче пурăнма ирĕк памалла мар.‎

(‎33‎) Хăвăр [пурăнас] çĕре ан ирсĕрлетĕр; юн çĕре ирсĕрлетет, çĕр хăй çине тăкăннă юнран ‎çак юна тăкнă çыннăн юнĕпе çеç тасалать.‎

(‎34‎) Хăвăр пурăнакан çĕре ирсĕрлетме юрамасть, унта Эпĕ пурăнатăп: Эпĕ, Çÿлхуçа, ‎Израиль ывăлĕсем хушшинче пурăнатăп, тенĕ.‎

Пай ‎36‎

(‎1‎) Иосиф йăхĕнчен тухнă Манассия ывăлĕн Махирăн ывăлĕ — Галаад, çав Галаад ăрăвĕн ‎кил-йышĕн пуçлăхĕсем пынă та Моисей умĕнче, [Елеазар священник умĕнче] тата аслă ‎улпутсем — Израиль ывăлĕсенĕн тăхăмĕсен пуçлăхĕсем — умĕнче

(‎2‎) çапла каланă: Çÿлхуçа пирĕн хуçана шăпа тăрăх Израиль ывăлĕсене еткер çĕр валеçсе ‎пама хушнă, Çÿлхуçа пирĕн хуçана Салпаад тăванăмăр çĕрне унăн хĕрĕсене пама хушнă; Звĕсем ‎Израиль ывăлĕсен тепĕр йăхне качча тухас пулсассăн, вĕсен çĕрĕ пирĕн аттемĕрсен çĕрĕнчен ‎тепĕр йăха, вĕсем [качча] кайнă йăха, куçать, вара пире шăпа тăрăх панă еткерлĕх çĕр шутĕнчен ‎тухса ÿкет;‎

(‎4‎) Израиль халăхĕн юбилей çитсессĕн те, вĕсен çĕрĕ хăйсем [качча] кайнă йăх çĕрĕ çумне ‎хушăнать, çапла вара вĕсен çĕрĕ пирĕн аттемĕрсен еткерлĕх çĕрĕ шутĕнчен тухса ÿкет, тенĕ.‎

(‎5‎) Моисей вара, Çÿлхуçа хушнă пек, Израиль ывăлĕсене çапла тума хушнă: Иосиф ‎ывăлĕсен йăхĕ тĕрĕс калать.‎

(‎6‎) Салпаад хĕрĕсем тĕлĕшĕнчен Çÿлхуçамăр акă мĕн хушать: вĕсем хăйсен куçне кам ‎килĕшет, çавна качча тухма пултараççĕ, анчах вĕсем ашшĕ йăхĕн ăрăвĕнчи арăмсем пулмалла,‎

(‎7‎) Израиль ывăлĕсен еткер çĕрĕ пĕр йăхран тепĕр йăха ан куçтăр, мĕншĕн тесессĕн ‎Израиль ывăлĕсенчен кашнийĕ хăйĕн ашшĕ йăхĕн çĕрĕпе çыхăнса тăмалла;‎

(‎8‎) Израиль йăхĕн еткер çĕрне илнĕ кирек мĕнле хĕр те ашшĕ йăхĕн ăрăвне качча тухтăр, ‎вара Израилĕн кашни ывăлĕ ашшĕ çĕрне еткерлĕхе илĕ;‎

(‎9‎) еткер çĕр пĕр йăхран тепĕр йăха ан куçтăр, мĕншĕн тесессĕн Израиль ывăлĕсен кашни ‎йăхĕ хăйĕн еткер çĕрĕпе çыхăнса тăмалла, тенĕ.‎

(‎10‎) Çÿлхуçа Моисее епле хушнă, Салпаад хĕрĕсем çапла тунă та. пСалпаад хĕрĕсем Махла, ‎Фирца, Хогла, Милка тата Ноа хăйсен ашшĕ тăванĕсен ывăлĕсене качча тухнă;‎

(‎12‎) вĕсем Иосиф ывăлĕ Манассия ăрăвĕн ывăлĕсене качча тухнă, вара вĕсен еткер çĕрĕ ‎ашшĕ йăхĕнчех юлнă.‎

(‎13‎) Моав тÿремлĕхĕнче, Иордан хĕрринче, Иерихон тĕлĕнче Çÿлхуçа Турă Израиль ‎ывăлĕсене Моисей урлă çакăн пек ÿкĕтсемпе йĕркесем панă та ĕнтĕ. ‎

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Йыша Шутлани” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.