Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Иисус Навин Кĕнеки
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
1
(1) Çÿлхуçа чури Моисей вилсессĕн, Иисуса — Нав ывăлне, Моисей çумĕнче ĕçлесе тăнă çынна — Çÿлхуçа каланă:
(2) Манăн чурам, Моисей, вилчĕ; ĕнтĕ тăр та çак Иордан шывĕ урлă каçса кай: ху та, çак мĕнпур халăх та Эпĕ вĕсене, Израиль ывăлĕсене, паракан çĕр çине каçăр, тенĕ.
(3) Моисее каланă пек, урăр çитсе пуснă кирек хăш çĕре те Эпĕ сире паратăп:
(4) хетсен пĕтĕм çĕрне — пушхирпе çак Ливан патĕнчен пуçласа аслă Евфрат юханшывĕ таранчченех — сире паратăп; сирĕн çĕрĕр хĕвеланăçĕ енчи аслă тинĕс хĕррине çитичченех сарăлса выртĕ.
(5) Ĕмĕрÿ тăршшĕнче сан умăнта никам та тытăнса тăраймĕ; Моисейпе пĕрле пулнă пекех, Эпĕ санпа пĕрле пулăп: санран пăрăнмăп, сана пăрахса хăвармăп.
(6) Çирĕп те хастар пул: Эпĕ вĕсенĕн ашшĕсене пама тупа тунă çĕре çак халăха эсĕ валеçсе парăн;
(7) анчах çирĕп те питĕ хастар пул, хăвна Моисей, Манăн чурам, халалласа хăварнă пĕтĕм саккуна тĕплĕн уяса, пурăнăçа килтерсе пыр; хăвăн пĕтĕм ĕçне ăслă-тăнлă туса пырас тесессĕн, саккунран сылтăмалла та, сулахаялла та ан пăрăн.
(8) Çакă саккун кĕнеки санăн чĕлхÿ вĕçĕнчен ан кайтăр; унта мĕн çырнине тĕп-тĕрĕс туса тăмашкăн ăна кунĕнçĕрĕн вĕрен: вара çÿрекен çу лу ăнăçлă пулĕ, пур ĕçне те ăслă-тăнлă тăвăн.
(9) Эпĕ сана çапла хушатăп: çирĕп те хастар пул, ан хăра, ан сехĕрлен: эсĕ кирек ăçта кайсассăн та Çÿлхуçа Турру санпа пĕрле пулĕ, тенĕ.
(10) Вара Иисус халăха пăхса тăракансене çапла тума хушнă:
(11) тапăра кайăр та халăха хистесех калăр: хăвăр валли çул çине апатçимĕç хатĕрлĕр: тепĕр виçĕ кунран сирĕн [аçăрсенĕн] Çÿлхуçа Турри хăвăра еткерлĕхе паракан çĕре илмешкĕн çак Иордан леш енне каçса каймалла пулать, тейĕр, тенĕ.
(12) Рувимпа Гад йăхĕсене тата Манассиян çур йăхне вара Иисус çапла каланă:
(13) хăвăра Çÿлхуçа чури Моисей мĕн каланине аса илĕр-ха, вăл: Çÿлхуçа Туррăр сире канăçлăх кÿрсе çакă çĕре пачĕ, тенĕ;
(14) сирĕн арăмăрсем, ачăр-пăчăр тата выльăхăр-чĕрлĕхĕр Моисей хăвăра Иордан леш енче панă çĕр çинчех юлччăр; хăвăр вара — вăрçа юрăхлисем — пурте кăрал тытса тăванăрсем умĕнчен пырăр,
(15) Çÿлхуçа [Туррăр], хăвăра тивĕçтернĕ пек, сирĕн тăванăрсене те канăçлăх кÿриччен, вĕсем те Çÿлхуçа Туррăр паракан еткер çĕре иличчен вĕсене пулăшса пырăр; кайран хăвăрăн çĕрĕре таврăнăр та унта — Çÿлхуçа чури Моисей панă çĕр çинче, Иордан леш енчи хĕвелтухăç еннелли çĕр çинче — хуçа пулса пурăнăр, тенĕ.
(16) Лешĕсем Иисуса хуравласа каланă: пире мĕн хушатăн, çавна пĕтĕмпех тăвăпăр, пире ăçта яратăн — кайăпăр;
(17) эпир Моисее епле итлесе пурăннă, сана та çавăн пекех итлесе пурăнăпăр: ĕнтĕ Çÿлхуçа Турру, Моисейпе пĕрле пулнă пек, санпа пĕрле пултăрччĕ;
(18) эсĕ хушнине хирĕç тăракан, эсĕ мĕн каланине, мĕн хушнине итлемен кирек кам та вилĕме тивĕçлĕ пулĕ. Çирĕп çеç, хастар çеç пул! тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
2
(1) Çавăн хыççăн, Нав ывăлĕ Иисус, Ситтим хулинчен вăрттăн икĕ йĕрлевçĕ янă, вĕсене çапла каланă: кайăр та çав çĕре тата Иерихон хулине пăхса килĕр, тенĕ. [Икĕ яш ача] тухса кайнă, вĕсем [Иерихон хулине] çитнĕ те Раав ятлă пĕр аскăн арăм килне [кĕнĕ], унтах çĕр выртма юлнă.
(2) Ĕнтĕ Иерихон патши патне хыпар çитернĕ: акă кĕçĕр Израиль ывăлĕсем хушшинчен темĕнле çынсем пирĕн çĕре куçласа хума килчĕç, тенĕ.
(3) Иерихон патши Раав патне çынсем янă, патша хушнипе вĕсем: хăв патна килнĕ çынсене тытса пар, вĕсем сан килне [çĕрле] çитсе кĕнĕ, вĕсем пирĕн çĕре куçласа хума килнĕ, тенĕ.
(4) Хĕрарăмĕ вара çав икĕ çынна тĕплĕ пытарнă та каланă: ман патăма чăнах та çынсем килнĕччĕ, анчах эпĕ вĕсем ăçтан иккенне пĕлмерĕм;
(5) вĕсем тĕттĕмленеспе, хапха хупас умĕн, тухса кайрĕç; ăçта кайнине пĕлместĕп; хăвăртрах хăвалăр хыçĕнчен — хуса çитетĕр, тенĕ.
(6) Хăй вара çав икĕ яш ачана çурт тăррине ертсе улăхнă та унта сарса хунă йĕтĕн çурăмĕсем хушшине пытарнă.
(7) Патша янă çынсем вĕсем хыççăн Иордан çулĕпе кĕре каçă патне çитичченех хăваласа кайнă; хапхине вара хăвалама тухса кайнисем хыççăнах хупса хунă.
(8) Леш яш ачасем çывăрма выртиччен арăм вĕсем патне çурт тăррине улăхнă та
(9) каланă вĕсене: эпĕ пĕлетĕп — ку çĕре Çÿлхуçа сире панă: эсир пире сехĕрлентерсе пăрахрăр, çак çĕр çинче пурăнакансем пурте сирĕнтен хăраса тăраççĕ;
(10) эпир илтнĕ ĕнтĕ: эсир Египетран килнĕ чухне Çÿлхуçа [Турă] сирĕн умăрти Хĕрлĕ тинĕс шывне мĕнле типĕтнине, Иордан леш енче аморрейсен икĕ патшине — Сигона тата Ога — эсир мĕн кăтартнине, мĕнле тĕп тунине пĕлетпĕр; пçакăн çинчен илтсессĕн пирĕн чĕремĕрсем хавшаса ÿкрĕç, вара [пирĕн хушшăмăртан] сире хирĕç тăмашкăн никамăн та хал тупăнмарĕ: сирĕн Çÿлхуçа Туррăр çÿлте тÿпере те, аялта çĕр çинче те Турă пулса тăратьмĕн;
(12) апла Çÿлхуçа [Туррăр] ячĕпе ман умра тупа тăвăр: эпĕ сире ырă тунă пек, эсир те манăн аттем килне ырă тума пулăр,
(13) манăн аттемпе аннеме, пиччемшăллăма, аппамйăмăкăма тата вĕсен мĕнпур кил-йышне чĕрĕ халлĕн хăварăпăр, пирĕн чунăмăра вилĕмрен хăтарăпăр тесе мана шанчăклă паллă парса шантарăр, тенĕ.
(14) Çав çынсем ку арăма каланă: [халĕ] пирĕн çинчен никама та пĕлтермесессĕн, эсир пĕтес вырăнне пирĕн чун пĕтмелле пултăр; Çÿлхуçамăр çак çĕре пире парсассăн, эпир сана ырăлăхпа тÿрĕлĕх кăтартăпăр, тенĕ.
(15) Вара арăм вĕсене чÿречерен вĕрен вĕççĕн антарса янă: унăн килĕ хула хÿми ăшĕнче пулнă, вăл çапла хÿме ăшĕнче пурăннă;
(16) вăл вĕсене каланă: йĕрлекенсем хăвăра ан тĕл пулччăр тесе эсир ту çинелле кайăр, [хăвăр хыççăн] хăваласа кайнисем таврăниччен унта виçĕ кун пытанса тăрăр; кайран хăвăр çулăрпа кайăр, тенĕ.
(17) Çав çынсем арăма каланă: эхер те эсĕ акă çапла тумасассăн, эпир эсĕ пире тупа тутарнинчен ирĕклĕ пулăпăр:
(18) эпир çак çĕр çине килсессĕн, эсĕ халĕ пире антарса янă чÿрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса яр, хăвăн аçупа аннÿне, тăванусене, аçун пĕтĕм кил-йышне хăвăн килне пуçтар;
(19) эхер те хăшĕ те пулин санăн килÿн алăкĕнчен тухсассăн, унăн юнĕ хăйĕн пуçне пулĕ, эпир вара [эсĕ халĕ пире тупа тутарнинчен] ирĕклĕ пулăпăр; эхер те [санăн] килÿнте хăвăнпа пĕрле ларакана пĕр алă пырса тивсессĕн, унăн юнĕ пирĕн пуçа пулĕ;
(20) çавăн пекех [пире кам та пулин кÿрентерсессĕн те е] эсĕ пирĕн çак ĕçĕмĕр çинчен пĕлтерсессĕн те эпир эсĕ пире тупа тутарнинчен ирĕклĕ пулăпăр, тенĕ.
(21) Арăм: эсир каланă пек пултăр! тенĕ. Ĕнтĕ çыннисене кăларса янă, лешĕсем кайнă, вăл вара чÿрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса çакнă.
(22) Вĕсем кайнă, ту çине çитнĕ те хăйсем хыççăн хăваласа пынисем каялла таврăниччен унта виçĕ кун тăнă. Хăвалаканĕсем вĕсене пĕтĕм çул тăршшĕпе шыранă, анчах тупайман.
(23) Çапла вара çав икĕ çын каялла кайнă, ту çинчен анса [Иордан] урлă каçнă та Нав ывăлĕ Иисус патне çитнĕ, хăйсемпе мĕн пулса иртни çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартнă.
(24) Вĕсем Иисуса каланă: Çÿлху çа [Туррăмăр] çак çĕре пĕтĕмпех пирĕн аллăмăра панă, унта пурăнакансем пурте пирĕнтен хăраса тăраççĕ, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
3
(1) Иисус ирхине ирех тăнă та, вара вĕсем,— вăл хăй тата пĕтĕм Израиль ывăлĕ, — Ситтим хулинчен тапранса тухса Иордан хĕррине çитнĕ, çавăнта çĕр выртнă, шывĕ урлă каçман-ха.
(2) Халăха пăхса тăракансем виçĕ кунран тапăр тăрăх кайнă та
(3) акă çапла каласа тухнă: хăвăр Çÿлхуçа Туррăр саккунĕн арчине, ăна çĕклесе пыракан [хамăр] священниксене [тата] Левитсене курсассăн, эсир те вырăнтан тапранăр та вĕсем хыççăн кайăр;
(4) саккун арчипе сирĕн хушшăр икĕ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултăр; каяс çулăра пĕлес тесе ун патне çывăха ан пырăр: вăл çулпа эсир ĕнер те, виçĕмкун та çÿремен, тенĕ.
(5) Иисус халăха каланă: [ир тĕлне] тасалса тăрăр: ыран Çÿлхуçа сирĕн хушшăрта хăватсемкĕтретсем кăтартĕ, тенĕ.
(6) Священниксене вара Иисус çапла каланă: [Çÿлхуçа] саккунĕн арчине илĕр те халăх умĕнчен пырăр, тенĕ. [Священниксем Çÿлхуçа] саккунĕн арчине илнĕ те халăх умĕнчен пынă.
(7) Çавăн чухне Çÿлхуçа Иисуса каланă: çак кун Эпĕ сана пĕтĕм Израиль [ывăлĕ] умĕнче асла кăларма пуçлатăп — пĕлччĕр вĕсем: Эпĕ Моисей тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнă, сан тĕлĕшĕнчен те çавăн пекех пулăп;
(8) эсĕ вара саккун арчине çĕклесе пыракан священниксене çапла хуш, çапла кала: Иордан шывне кĕрсессĕнех, Иорданта чарăнса тăрăр, те, тенĕ.
(9) Иисус Израиль ывăлĕсене каланă: кунтарах килĕр, Çÿлхуçа Туррăр сăмахне итлĕр, тенĕ.
(10) Иисус тата каланă: сирĕн хушшăрта чĕрĕ Турă тăнине, Вăл сирĕн патăртан Ханаансене, хетсене, евейсене, ферезейсене, гергесейсене, аморрейсене тата иевусейсене хăваласа ярасса эсир акă çакăнтан пĕлĕр: Иэсир Иордан урлă каçнă чухне пĕтĕм çĕр Çÿлхуçи саккунĕн арчи сирĕн умăртан пырĕ;
(12) Израиль йăхĕсем хушшинчен вуникĕ çын — кашни йăхран пĕ рер çын — суйласа илĕр;
(13) Çÿлхуçанăн, пĕтĕм çĕр Патшийĕн, саккун арчине çĕклесе пыракан священниксен ури Иордан шывне ярса пуссассăнах, Иордан шывĕ типсе ларĕ, тури енчен юхакан шыв чарăнса хÿме пек тăрĕ, тенĕ.
(14) Вара халăх Иордан урлă каçмашкăн хăйĕн чатăрĕсем патĕнчен тапранса тухнă, священниксем халăх умĕнчен [Çÿлхуçа] саккунĕн арчине çĕклесе пынă,
(15) çапла [Çÿлхуçа саккунĕн] арчине йăтса пыракансем Иордана пырса кĕрсессĕнех, арча çĕкленĕ священниксем урине шыва чиксессĕнех [Иордан вара тулă вырнă вăхăтра яланах çыранĕнчен тухса ейĕве кайса выртать],
(16) тури енчен юхакан шыв тăпах чарăннă та Цартан çывăхĕнчи Адам хули патне çитичченех хÿме пек пÿлĕнсе тăнă; анаталла юхакан шывĕ тÿремлĕх тинĕсне, Тăварлă тинĕсе, юхса кайса пĕтнĕ.
(17) Халăх Иерихон тĕлĕнчен каçса кайнă; Çÿлхуçа саккунĕн арчине çĕклесе пыракан священниксем Иордан варринче типĕ çĕрте шанăçлăн тăнă. Израиль [ывăлĕсем] çапла пĕтĕм халăх Иордан урлă каçса пĕтичченех типĕ çĕрпе пынă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
4
(1) Пĕтĕм халăх Иордан урлă каçса кайсассăн, Çÿлхуçа Иисуса каланă:
(2) халăх хушшинчен вуникĕ çын — кашни йăхран пĕрер çын — суйласа илĕр те
(3) вĕсене çапла тума хушăр: çакăнтан, Иордан варринчен, священниксем хускалмасăр тăнă вырăнтан, вуникĕ чул илĕр те вĕсене хăвăрпа пĕрле йăтса кайса кĕçĕр ăçта çĕр выртма чарăнăр, çав тĕле купаласа хурăр, тейĕр, тенĕ.
(4) Иисус Израиль ывăлĕсем хушшинчен вуникĕ çын — кашни йăхран пĕрер çын — чĕнсе илнĕ те
(5) каланă вĕсене: хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăр саккунĕн арчи умне, Иордан варрине кĕрĕр те [çавăнтан] йăхсерен пĕрер чул — Израиль йăхĕсен шучĕпе вуникĕ чул [илсе] — хулпуççи çине хурăр:
(6) вĕсем сирĕн аса илтерекен паллă пулччăр, [ялан çакăнта выртчăр]; ÿлĕм ывăлăрсем хăвăртан: «Мĕнле чулсем ку сем?» тесе ыйтсассăн,
(7) вĕсене çапла калăр: «[Пĕтĕм çĕр] Çÿлхуçи саккунĕн арчи умĕнче Иордан шывĕ икке уйăрăлса тăнă; вăл Иордан урлă каçнă чухне шыв икке уйăрăлса тăнă, ку чулсене çавна асăнмалăх хунă» тейĕр; çапла вара çак чулсем Израиль ывăлĕсемшĕн ĕмĕрĕпе астутарса тăракан палăк пулĕç, тенĕ. «Израиль ывăлĕсем вара Иисус мĕнле хушнă, çавăн пек тунă: Çÿлхуçа Иисуса каланă пек, Израиль йăхĕсен шутне кура, Иордан тĕпĕнчен вуникĕ чул илнĕ те вĕсене хăйсем çĕр каçма чарăннă вырăна çĕклесе кайса çавăнта хунă.
(9) Иисус тата Иордан варрине, [Çÿлхуçа] саккунĕн арчине çĕклесе пыракан священниксем тăнă вырăна, [тепĕр] вуникĕ чул купаласа хунă. Вĕсем паянхи кунчченех çавăнта.
(10) [Иисус] пĕтĕмпех туса пĕтериччен — Çÿлхуçа халăха Иисус урлă мĕн каланине, Моисей Иисуса мĕн халалланине туса çитериччен — [Çÿлхуçа саккунĕн] арчине çĕклесе пыракан священниксем Иордан варринче тăнă; халăх çав вăхăтра васкавлăн Иордан урлă каçнă. пПĕтĕм халăх [Иордан] урлă каçса кайсассăн вара халăх умĕнче Çÿлхуçа [саккунĕн] арчи те, священниксем те тепĕр енне каçнă;
(12) Рувим ывăлĕсемпе Гад ывăлĕсем тата Манассиян çур йăхĕ, Моисей хăйсене каланă пек, кăрал тытса Израиль ывăлĕсем умĕнчен каçнă.
(13) Вăрçа хатĕрленнĕ хĕрĕх пине яхăн çын Çÿлхуçа умĕнче Иерихон тÿремлĕхне каçнă, ĕнтĕ вĕсем çапăçма хатĕр пулнă.
(14) Çав кун Çÿлхуçа Иисуса пĕтĕм Израиль халăхĕ умĕнче асла кăларнă, вара унран Моисейрен мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпе хăраса пурăннă пекех хăрама пуçланă.
(15) Çÿлхуçа Иисуса çапла тесе каланă:
(16) Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчине çĕклесе пыракан священниксене çыран хĕррине тухма хуш, тенĕ.
(17) Иисус вара священниксене: çыран хĕррине тухăр, тенĕ.
(18) Çÿлхуçа саккунĕн арчине çĕклесе пыракан священниксем çыран хĕррине тухса типĕ çĕр çине ура ярса пуссанах, Иордан шывĕ хăйĕн яланхи çулĕпе хускалса кайнă, ĕнерхивиçĕмкунхи пекех, çыран тулли тулса юха пуçланă.
(19) Халăх çапла Иорданран пĕрремĕш уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче тухнă та Галгал хулинче, Иерихонăн хĕвелтухăç енче, тапăра тăнă.
(20) Иордан тĕпĕнчен илнĕ вуникĕ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнă,
(21) вара Израиль ывăлĕсене каланă: ÿлĕм сирĕн ывăлăрсем хăйсенĕн ашшĕсенчен: «Ку чулсем мĕне пĕлтереççĕ?» тесе ыйтсассăн,
(22) ывăлăрсене çапла калăр: «Израиль çак Иордан урлă типĕ çĕртен каçнă» тейĕр:
(23-24) сирĕн Çÿлхуçа Туррăр эпир ĕлĕк Хĕрлĕ тинĕс урлă каçса кайиччен ăна типĕ тăратнă пек, [сирĕн Çÿлхуçа Туррăр] çак Иордана та эпир ун урлă каçса кайиччен типĕ тăратрĕ, çакна Вăл Çÿлхуçа алли хăватлине çĕр çинчи пĕтĕм халăх пĕлсе çиттĕр, сирĕн хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăртан ĕмĕр хăраса пурăнмалла пултăр тесе тунă, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
5
(1) Иордан ку енче тинĕс еннелле пурăнакан аморрейсен патшисем, тинĕс хĕрринче пурăнакан Ханаансен патшисем пурте Израиль ывăлĕсем Иордан урлă каçнă чухне Çÿлхуçа [Турă] вĕсен умĕнчи шыва типĕтсе тăни çинчен илтсессĕн, вĕсен чĕри хавшаса ÿкнĕ, [сехри хăпнă,] Израиль ывăлĕсене хирĕç тăма вĕсен хал та юлман.
(2) Çав вăхăтра Çÿлхуçа Иисуса каланă: çивĕч [чул] çĕçĕсем ту та Израиль ывăлĕсене иккĕмĕш хут ÿт касса тух, тенĕ.
(3) Вара Иисус çивĕч [чул] çĕçĕсем тунă та Ут кастарнă сăрт тесе ят панă вырăнта Израиль ывăлĕсене ÿт касса тухнă.
(4) Иисус акă мĕн сăлтавпа ÿт каснă [Израиль ывăлĕсене — çул çинче çуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ÿт кастармасăр юлнисене — Иисус пурне те ÿт касса тухнă]: Египетран тухнă пĕтĕм ар халăх, вăрçа юрăхлă пур арçын та Египетран тухнă хыççăн çул çинче пушхирте вилсе пĕтнĕ;
(5) çула тухнă халăх пурте ÿт кастарнăскерсем пулнă, Египетран тух нă хыççăн çул çинче пушхирте çуралнисене вара ÿт касман пулнă,
(6) мĕншĕн тесессĕн Израиль ывăлĕсем хĕрĕх [икĕ] çул хушши пушхирте çÿренĕ [çавăнпа нумайăшне ÿт касман пулнă], çапла вĕсем Египетран тухсассăн вăрçа юрăхлă пĕтĕм халăх вилсе пĕтиччен пушхирте çÿренĕ; çав çынсем Çÿлхуçа сăмахне итлемен пулнă, çавăнпа та Çÿлхуçа вĕсем çак çĕре — Хăй вĕсен ашшĕсене тупа туса пире пама пулнă çĕре, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре — кураймĕç тесе тупа тунă,
(7) вĕсем вырăнне çав çĕре вĕсенĕн ывăлĕсене курмалла тунă. Иисус ĕнтĕ çавсене ÿт касса тухнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ÿт кастарманскерсем пулнă: çул çинче [çуралнăран] вĕсене ÿт касмасăр хăварса пынă.
(8) Çапла пĕтĕм халăха ÿт касса тухсассăн, вăл, тÿрленсе çитиччен, хăйĕн вырăнĕнче тапăртах тăнă.
(9) Çавăн чухне Çÿлхуçа Иисуса каланă: халĕ ĕнтĕ Эпĕ сирĕн çинчен Египет мăшкăлне сиртĕм, тенĕ. Акă мĕншĕн çав вырăна паян кунчченех Галгал теççĕ.
(10) Израиль ывăлĕсем Галгал патĕнче тапăрăн тăнă, уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче каçхине вара Иерихон тÿремĕнче Пасха уявне уяса ирттернĕ; пПасхăн тепĕр кунĕнче вĕсем çав çĕр çинче ÿсекен çимĕçе çие пуçланă, çав кунах тутлăлла çăкăр, типĕтнĕ тĕшĕ çинĕ;
(12) вĕсем çĕр çимĕçне çие пуçласассăн тепĕр куннех манна çума чарăннă, Израиль ывăлĕсен вара текех манна пулман, вĕсем ĕнтĕ çав çул Ханаан çĕрĕн çимĕçне çисе пурăннă. “Иерихон çывăхĕнче тăнă чухне Иисус пăхнă та акă курах каять: ун умĕнче пĕр çын тăра парать, аллинче хăйĕн — йĕнĕрен кăларнă хĕç. Иисус ун патне пынă та каланă ăна: эсĕ пирĕн çыни е пирĕнпе тăшманлă халăх çыннии? тенĕ.
(14) Лешĕ каланă: çук, эпĕ — Çÿлхуçа çарĕн çулпуçĕ, халĕ [кунта] килтĕм, тенĕ. Иисус çĕре ÿксе пуççапнă та каланă: хуçамăм хăйĕн чурине мĕн калĕши? тенĕ.
(15) Çÿлхуçа çарĕн çулпуçĕ Иисуса каланă: уру сыррине салт, мĕншĕн тесессĕн эсĕ тăракан вырăн — сăваплă вырăн, тенĕ. Иисус вăл каланă пек тунă.
(16) Иерихон ĕнтĕ Израиль ывăлĕсенчен хăранипе питĕрĕнсех ларнă, хупă тăнă: [унтан] тухаканни те пулман, кĕрекенни те пулман.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
6
(1) Çавăн чухне Çÿлхуçа Иисуса каланă: акă Эпĕ Иерихон хулипе унăн патшине [тата унти] вăйлă çынсене санăн аллуна паратăп;
(2) вăрçа юрăхлисем пурсăр та пухăнса хула тавра çаврăнăр, ун тавра [кунне] пĕр хутчен çаврăнăр; ултă кун хушши çапла туса тăр; Зсаккун арчи умĕнчен çичĕ священник çичĕ юбилей трупи йăтса пытăр; çиччĕмĕш кунне вара хула тавра çичĕ хут çаврăнăр, священниксем трупа кăшкăртса пыччăр;
(4) юбилей мăйраки кăшкăртса ярсассăн, эсир трупа сассине илтсессĕн, пĕтĕм халăх хытă сасăпа кăшкăрса ятăр, вара хула хÿми тĕпĕйĕрĕпе ишĕлсе анĕ, вара [пĕтĕм] халăх харпăр хăй тĕлĕнчен [хулана вирхĕнсе] кĕтĕр, тенĕ.
(5) Иисус, Нав ывăлĕ, [Израиль] священникĕсене чĕнсе илнĕ те каланă: саккун арчине çĕклесе килĕр; çичĕ священникĕ Çÿлхуçа саккунĕн арчи умĕнчен çичĕ юбилей трупи çĕклесе пытăр, тенĕ.
(6) Тата халăха [калаччăр тесе, вĕсене] çапла хушнă: кайăр та хула тавра çаврăнăр; вăрçа хатĕрленсе кăрал тытнисем Çÿлхуçа саккунĕн арчи умĕнчен пыччăр, тенĕ.
(7) Иисус халăха çапла каласассăнах, Çÿлхуçа умĕнчен çичĕ юбилей трупи тытса пыракан çичĕ священник вырăнтан хускалса труписене [хыттăн] кăшкăртса янă, вĕсем хыççăн Çÿлхуçа саккунĕн арчи пынă;
(8) кăрал тытнисем вара трупа кăшкăртса пыракан священниксем умĕнчен пынă; кайрисем [Çÿлхуçа саккунĕн] арчи хыçĕнчен пынă, утнă майăн трупа кăшкăртнă.
(9) Халăха вара Иисус çапла хытарса каланă: ан кăшкăрашăр, сирĕн сассăр ан илтĕнтĕр, эпĕ сире: «кăшкăрăр!» тесе калас кунччен сирĕн çăвартан пĕр сăмах ан тухтăр, эпĕ каласассăн кăшкăрса ярăр вара, тенĕ.
(10) Çапла вара Çÿлхуçа [саккунĕн] арчи хула тавра кайса пĕрре çаврăнса килнĕ; Израиль ывăлĕсем тапăра çитсе тапăрта çĕр выртнă. и[Тепĕр кунхине] Иисус ирхине ирех тăнă та, священниксем Çÿлхуçа [саккунĕн] арчине çĕклесе вырăнтан хускалнă;
(12) Çÿлхуçа саккунĕн арчи умĕнчен çичĕ юбилей трупи тытса пыракан çичĕ священник трупа кăшкăртса пынă; кăрал тытнисем вĕсен умĕнчен пынă, кайрисем Çÿлхуçа [саккунĕн] арчи хыçĕнчен пынă, утнă майăн трупа кăшкăртнă.
(13) Тепĕр кунхине те çапла хула тавра пĕр хут çаврăннă та тапăра таврăннă. Ултă кун хушши çавăн пек тунă.
(14) Çиччĕмĕш кунхине ирех, шурăмпуçпа пĕрлех, тăнă та хула тавра çичĕ хут çаврăннă; вĕсем унчченхи евĕрлех пынă, анчах çав кун хула тавра çичĕ хутчен çаврăннă.
(15) Священниксем çиччĕмĕш хут трупа кăшкăртса ярсассăн, Иисус халăха: кăшкăрăр, ĕнтĕ Çÿлхуçа хулана сирĕн аллăра пачĕ! тенĕ;
(16) хулана хура ылхан çитрĕ, унта мĕн пурри — [çÿлти çарсенĕн] Çÿлхуçине; аскăн арăма Раава анчах чĕрĕ хăварăр: ăна хăйне те, унăн килĕнчисене те никама та ан тивĕр, мĕншĕн тесессĕн вăл эпир янă çынсене сыхласа хăварчĕ;
(17) анчах та тупаланă япаларан сыхланăр, тупаланине илсе хăвăрăн та тупаланмалла ан пултăр, Израиль [ывăлĕсен] тапăрне тупалани ан çиттĕр, ăна инкек ан пултăр;
(18) пĕтĕм ылтăнкĕмĕл, пĕтĕм пăхăртимĕр савăт Çÿлхуçа ятне пултăр, Çÿлхуçа пурлăхĕн çÿпçине кĕтĕр, тенĕ.
(19) Халăх кăшкăрса янă, трупасем кăшкăртнă. Трупа сассине илтсессĕнех, [пĕтĕм] халăх [пĕрле] хыттăн, вăйлăн кăшкăрса янă, [хула] хÿми вара [пĕтĕмпех,] тĕпĕйĕрĕпех ишĕлсе аннă, [пĕтĕм] халăх харпăр хăй тĕлĕнчен хулана талпăннă, çапла хулана ярса илнĕ.
(20) Хулара мĕн пуррине пурне те тупаланă, арçынĕхĕрарăмĕ, ваттивĕтти, вăкăрĕсурăхĕашакĕ — [пурне те] хĕçпе пĕтерсе тухнă.
(21) Малтан çĕр пăхса кнлнĕ икĕ яш ачана Иисус каланă: леш аскăн арăм килне кайăр та, хăвăр тупа тунă пек, ăна хăйне те, килĕнче кам пуррине пурне те кăларăр, тенĕ.
(22) [Хула] пăхса килнĕ яш ачасем вара [хĕрарăм килне] кайнă та [аскăн арăма] Раава, унăн ашшĕпе амăшне те, пиччĕшĕшăллĕне те, тăванĕсене те, ун килĕнче кам пулнă — çавсене пурне те кăларса Израиль тапăрĕн тулашне илсе пырса тăратнă.
(23) Хулана, унта мĕн пуррине пĕтĕмпех вутçулăмпа çунтарса янă; кĕмĕлпе ылтăнне, пăхăртимĕр савăтсене анчах [Çÿлхуçа ятне пултăр тесе] Çÿлхуçа çурчĕн пурлăх управăшне панă.
(24) Аскăн арăма Раава вара, ун ашшĕн кил-йышне, ун патĕнче пулнă çынсене пурне те Иисус чĕрĕ хăварнă, вăл паянхи кунчченех Израиль хушшинче пурăнать, мĕншĕн тесессĕн вăл Иисус Иерихона пăхма янă çынсене сыхласа хăварнă.
(25) Çавăн чухне Иисус тупа туса каланă: кам та кам çак Иерихон хулине çĕнĕрен туса лартĕ, çав çын Çÿлхуçа умĕнче ылханлă пулĕ; хула никĕсĕ унăн аслă ывăлĕн пуçне пулĕ, хула хапхи кĕçĕн ывăлĕн пуçне пулĕ, тенĕ. [Азан — Вефиль çынни — кайран çапла тунă та: хула никĕсне хывнă чухне вăл Авирона — малтанхи ывăлне — çухатнă, хула хапхине лартнă чухне çăлăнса юлнă кĕçĕн ывăлне çухатнă.]
(26) Иисуспа пĕрле Çÿлхуçа пулнă, унăн чапĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
7
(1) Анчах та Израиль ывăлĕсем [хăрушла] усал ĕç тунă: вĕсем тупаланă япалана [илнĕ]. Ахан — Иуда йăхĕн çынни, Хармий ывăлĕ пулнă; Хармий вара — Завдий ывăлĕ, Завдий — Зара ывăлĕ пулнă — тупаланă япалана илнĕ, çавăнпа Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсене питĕ хытă çилленнĕ.
(2) Иисус çавăн чухне Иерихон хулинчен Вефилĕн хĕвелтухăç енчи БефАвен çывăхĕнчи Гай хулине çынсем янă, вăл вĕсене: кайăр, çĕр пăхса килĕр, тенĕ. Лешĕсем кайнă та Гай çĕрне пăхса килнĕ.
(3) Иисус патне таврăнсассăн, ăна каланă: пĕтĕм халăх ан кайтăр унта, икĕ пине е виçĕ пине яхăн анчах кайччăр, Гай хулине вĕсем те çĕнтерĕç; пĕтĕм халăха асаплантарса ан çÿрет, вĕсем [унта] сахаллăн, тенĕ.
(4) Çапла вара унта виçĕ пин çынна яхăн кайнă, анчах вĕсем Гай çыннисенчен каялла тарса таврăннă;
(5) Гай çыннисем вĕсене хула хапхи патĕнчен Севарима çитиччен хăваласа кайнă, ту çинчен аннă чухне вĕсен вăтăр ултă çыннине вĕлерсе пăрахнă; çавна пула халăх чĕри хавшаса ÿксе шыв пек шĕвелнĕ.
(6) Иисус ĕнтĕ çийĕнчи тумтирне туртса çурнă та, Çÿлхуçа саккунĕн арчи умне ÿксе, мĕн каçченех çапла выртнă; Израилĕн аслă çыннисем те çапла тунă; пуçĕ çине вĕсем тусан сапнă.
(7) Вара Иисус каланă: эй Çÿлхуçа Патшам! Эсĕ çак халăха мĕншĕн Иордан урлă каçартăн — пире аморрейсен аллине парса пĕтерес тесеи? ах, пирĕн Иордан леш енчех юлса пурăнмаллаччĕмĕн!
(8) Эй Çÿлхуçамăм! Израиль çапла тăшманĕсенчен тарса килнĕ хыççăн мĕн калас ĕнтĕ манăн?
(9) Çакна илтсессĕн Ханаансем тата çак çĕрте пурăнакансем пире çавăрса илсе çĕр çинче ятăмăра та хăвармĕç. Хăвăн аслă ятна мĕн кăтартăн вара? тенĕ.
(10) Çÿлхуçа Иисуса каланă: тăр, мĕншĕн ÿпне ÿксе выртатăн? пИзраиль çылăха кĕчĕ: вĕсем Манпа хывнă халала пăсрĕç; тупаланă япалана илчĕç, вăрларĕç, хăйсен япалисем хушшине пытарса хучĕç;
(12) çавăнпа Израиль ывăлĕсем, тăшман умĕнче чăтаймасăр, каялла çаврăнса тарчĕç, вĕсене ĕнтĕ ылхан çитрĕ; тупаланă япалана хăвăр хушшăртан пĕтермесессĕн, текех сирĕнпе пĕрле пулмăп.
(13) Тăр, халăха тасат, кала ăна: ирччен тасалăр, Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; çав тупаланă япаларан хăтăлмасăр эсĕ хăвăн тăшманна хирĕç тăма пултараймăн» тесе калать, те;
(14) ыран [пурсăр та] йăхĕйăхĕпе пухăнса тăрăр; Çÿлхуçа кăтартакан йăх ăрăвĕăрăвĕпе пытăр; Çÿл хуçа кăтартакан ăру кил-йышĕкил-йышĕпе пытăр; Çÿлхуçа кăтартакан кил-йыш пĕрер çыннăн пытăр;
(15) тупаланă япалана вăрлани кам çине тухĕ, çавна хăйне те, унăн мĕнпур япалине те вутçулăмпа çунтарса яччăр: вăл Çÿлхуçа хывнă халалран пăрăнса Израиль хушшинче саккуна хирĕçле ĕç тунă, тенĕ.
(16) Тепĕр кунхине Иисус ирех тăнă та Израиль халăхне йăхăнйăхăн пухăнса пыма хушнă, кăтартни Иуда йăхĕ çине тухнă;
(17) Иуда йăхне ăрăвĕăрăвĕпе пыма хушсассăн, кăтартни Зара ăрăвĕ çине тухнă; Зара ăрăвне кил-йышĕкил-йышĕпе пыма хушсассăн, кăтартни Завдий [кил-йышĕ] çине тухнă;
(18) Завдий кил-йышне пĕрер çыннăн пыма хушсассăн, кăтартни Ахан çине — вăл Иуда йăхĕн çынни, Хармий ывăлĕ пулнă; Хармий вара — Завдий ывăлĕ, Завдий — Зара ывăлĕ пулнă — тухнă.
(19) Вара Иисус Ахана каланă: эй ывăлăм! Çÿлхуçана, Израиль Туррине, мухтавлăх кÿр, Унăн умĕнче ÿкĕн, мĕн тунине мана каласа пар; манран ан пытар, тенĕ.
(20) Ахан Иисуса хуравласа каланă: чăн, эпĕ Израилĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче çылăха кĕтĕм, çаплаçапла турăм:
(21) туртса илнĕ япаласем хушшинче эпĕ питех те илемлĕ Сеннаар тумтирĕ, икçĕр сикль кĕмĕл тата аллă сикль таякан ылтăн катăкĕ куртăм; ĕнтĕ кăмăла кайрĕ те — илтĕм; ăна хамăн чатăрта çĕр айне пытарса хутăм, кĕмĕлне чи аяла [пытартăм], тенĕ.
(22) Иисус çынсем янă та, лешĕсем чатăра [тапăра] чупса кайнă; хайхи япаласене пурне те Ахан чатăрне пытарнă пулнă, кĕмĕлĕ чи аялта пулнă.
(23) Вĕсем çав япаласене чатăртан илнĕ те, Иисуспа Израилĕн пĕтĕм ывăлĕ патне илсе пырса, Çÿлхуçа умне хунă.
(24) Иисуспа пĕтĕм Израиль халăхĕ, Зара ывăлне Ахана ертсе, хайхи кĕмĕле, тумтире, ылтăн катăкне, унăн ывăлĕсемпе хĕрĕсене, вăкăрĕсемпе ашакĕсене, сурăхĕсемпе чатăрне тата унăн мĕн пулнă, çавна [пĕтĕмпех] Ахор айлăмне илсе тухнă.
(25) Ĕнтĕ Иисус каланă: пире инкек кÿнĕшĕн çак кун Çÿлхуçа сана инкек кăтартĕ, тенĕ. Вара пĕтĕм Израиль халăхĕ Ахана чулпа перепере вĕлернĕ, вĕсене вутçулăмпа çунтарса янă, вĕсем çине чул пăрахнă.
(26) Ахан çине темĕн çÿллĕш чул купи купаласа хăварнă, вăл халичченех сыхланса юлнă. Çавăн хыççăн Çÿлхуçа çилли лăпланнă. Çавăнпа çав вырăна паян кунчченех Ахор айлăмĕ теççĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
8
(1) Çÿлхуçа Иисуса каланă: ан хăра, ан сехĕрлен; вăрçа юрăхлă мĕнпур халăха ерт те Гай хули çине кай; акă Эпĕ санăн аллуна Гай патшипе унăн халăхне, унăн хулипе çĕрне паратăп;
(2) Иерихон хулипе унăн патшине мĕнле пĕтертĕн, Гай хулипе унăн патшине те çаплах пĕтер, анчах унăн пурлăхĕпе выльăхĕчĕрлĕхне хăвăр хушшăрта валеçĕр; хула хыçне çар пытарса тăрат, тенĕ.
(3) Иисуспа вăрçа юрăхлă мĕнпур халăх Гай çине кайма хатĕрленсе тăнă, Иисус чи харсăррисене вăтăр пин çын суйласа илнĕ те вĕсене çĕрле кăларса янă,
(4) вĕсене акă çапла хушса янă: астăвăр, эсир хула хыçне пытанса ларăр; хуларан инçе ан кайăр, пурсăр та хатĕр тăрăр, тенĕ;
(5) эпĕ пĕтĕм халăхпа пĕрле хула патне пырăп; [Гай çыннисем] унчченхи пекех пире хирĕç тухсассăн, эпир вĕсенчен тарма пуçлăпăр;
(6) вĕсем пирĕн хыççăн хăвалĕç, çапла майпа эпир вĕсене хуларан аяккалла илĕртсе кайăпăр; вĕсем: «кусем, унчченхи пекех, пирĕнтен тараççĕха» тесе шухăшлĕç;
(7) эсир вара пытаннă çĕртен тухăр та хулана ярса илĕр, Çÿлхуçа Туррăр ăна сирĕн аллăра парать;
(8) хулана туртса илсессĕн, ăна вут тивертсе ярăр, Çÿлхуçа каланă пек тăвăр; астăвăр, сире çапла хушатăп, тенĕ.
(9) Иисус ĕнтĕ кусене кăларса янă, вĕсем кайнă та Вефильпе Гай хушшине, Гай хулин анăç енне, пытанса ларнă; Иисус çав каç халăх хушшинче çĕр каçнă.
(10) Ирхине ирех тăрса, Иисус халăха пăхса çаврăннă та ăна Израилĕн аслă çыннисемпе пĕрле Гай еннелле ертсе кайнă;(11) çапла унпа пĕрле пулнă вăрçа юрăхлă мĕнпур халăх Гай хули патне [тухăç енчен] пырса çитнĕ, [пытанса тăнă çарĕ хуларан анăç еннерех пулнă,]
(12) вĕсем Гайăн çурçĕр енче чарăнса тăнă, çарпа хула хушшинче айлăм пулнă; Иисус пĕр пилĕк пин çынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анăç енне, пытарăнса ларма хушнă.
(13) Çапла халăхăн пĕр ушкăнĕ хуларан çурçĕр енче хатĕрленсе тăнă, тепĕр ушкăнĕ анăç енче пулнă. Иисус çав каç айлăма аннă.
(14) Çакна курсан, Гай патши ирхине ирех хула халăхне ертнĕ те Израиле хирĕç вăрçа тухнă, çапла вăл хăйĕн пĕтĕм халăхĕпе айлăма, малтанах палăртса хунă вырăна, çитнĕ; вăл [хăйĕн] хули хыçĕнче пытарăнса ларнă çар пулнине пĕлмен.
(15) Иисуспа пĕтĕм Израиль халăхĕ, вĕсенчен сехĕрленнĕ пек пулса, каялла çаврăнса пушхирелле пăрахса тарнă;
(16) вĕсене хăваламашкăн лешĕсем хулари мĕнпур халăха чĕнсе тухнă, Иисуса хăваланăçемĕн хуларан аяккарах та аяккарах кайнă;
(17) ĕнтĕ Гай хулинче те, Вефиль хулинче те пĕр çын та юлман: пурте Израиль халăхĕ хыççăн хăваласа кайнă; Израильсене хăваласа кайса хăйсен хулине уçах хăварнă.
(18) Çÿлхуçа вара Иисуса каланă: аллунти сăннуна Гай çинелле тăс: Эпĕ ăна санăн аллуна паратăп, [пытанса тăнă çар çийĕнчех хускалĕ,] тенĕ. Иисус ĕнтĕ [аллине тата] аллинчи сăннине хула çинелле тăснă.
(19) Иисус аллине тăссанах, пытанса тăнă çар вырăнтан тапранса хуланалла вăйкăннă, хулана вирхĕнсе кĕнĕ, ярса илсессĕнех ăна вут тивертсе янă.
(20) Гай çыннисем каялла çаврăнса пăхнă та хула çийĕн тÿпенелле тĕтĕм мăкăрланса хăпарнине курнă. Вĕсем ĕнтĕ ни унталла, ни кунталла тара пĕлмен: пушхир енне чупакан Израильсем çийĕнчех каялла çаврăннă та вĕсене тапăннă.
(21) Пытанса тăнă çар хулана туртса илнине, хула тĕлĕнче тĕтĕм [тÿпенелле] мăкăрланса хăпарнине курсассăн, Иисуспа Израильсем пурте каялла çаврăннă та Гай халăхне çĕмĕре пуçланă;
(22) хуларисем Гай çыннисене хирĕç тухнă, лешĕсем вара Израиль çыннисем хушшине пулса юлнă; вĕсене пĕрисем пĕр енчен, теприсем тепĕр енчен хĕстернĕ; Гай çыннисене çапла çĕмĕрсе тăкнă, вĕсем пĕри те çăлăнайман, чĕрĕ юлни те, тарса хăтăлни те пулман;
(23) Гай патшине вара чĕрĕллех тытса Иисус патне илсе пынă.
(24) Израиль çыннисем хăйсене хирте, пушхирте хăваланă Гай халăхне аркатса тăксассăн, лешĕсем пĕр çын юлмиччен хĕç çивĕчĕш айне пулса пĕтсессĕн, Гай хулине таврăннă та унта юлнисене пĕтĕмпех хĕçпе пĕтерсе тухнă.
(25) Çав кун Гай çыннисем арçынĕарăмĕмĕнĕпе пурĕ вуникĕ пин çын пĕтнĕ.
(26) Иисус сăнă тытнă аллине Гай çыннисене пурне те тупаласа пĕтериччен пĕр усмасăр тăсса тăнă;
(27) Çÿлхуçа каланă пек, [Çÿлхуçа] Иисуса каланă пек, хулари выльăхчĕрлĕхе, пурлăха вара Израиль [ывăлĕсем] хăйсем хушшинче валеçнĕ.
(28) Иисус çапла Гай хулине çунтарса ярса ăна ĕмĕрхи ишĕлчĕк, пушхир туса хăварнă, паянхи кунчченех çапла вăл;
(29) Гай патшине ĕнтĕ йывăçран çакнă, [вăл вара йывăç çинче] каçченех çакăнса тăнă; хĕвел ансассăн, Иисус хушнипе, унăн виллине йывăç çинчен антарса хула хапхи умне пăрахнă та ун çине тем пысăкăш чул купи купаласа хунă, вăл паян кунчченех упранса юлнă.
(30) Унтан Иисус Израилĕн Çÿлхуçа Туррине парне кÿмешкĕн Гевал тăвĕ çинче парне вырăнĕ тутарнă,
(31) Çÿлхуçа чури Моисей Израиль ывăлĕсене халалласа хăварнă пек, Моисей саккунĕ кĕнекинче çырнă пек, парне вырăнне чутламан пĕр пĕтĕм чул катрамĕсенчен — чулĕсене тимĕр тивертмесĕр — тунă; ун çинче Çÿлхуçана парне кÿнĕ: пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнепе тăнăçлăх парни кÿнĕ.
(32) [Иисус] çавăнта чулсем çине Моисей Израиль ывăлĕсем умĕнче çырнă саккуна йĕркипе çырса хунă.
(33) Пĕтĕм Израиль — [унăн] аслă çыннисем, халăха пăхса тăраканĕсем тата тÿрисем — Çÿлхуçа саккунĕн арчине çĕклесе çÿрекен священниксем[пе] Левитсене тĕлметĕл саккун арчин икĕ енне тăрса тухнă; ют çĕртен килнисем те, Израиль çыннисем те пурте пĕрле, çурри — Гаризим тăвĕ енче, тепĕр çурри Гевал тăвĕ енче йĕркеленсе тăнă: Çÿлхуçа чури Моисей ĕлĕк Израиль халăхне çапла пиллеме хушса хăварнă.
(34) Унтан [Иисус] саккун сăмахĕсене те, пиллĕх сăмахĕсене те, ылхан сăмахĕсене те саккун кĕнекинче мĕнле çырнă, çапла вуласа панă;
(35) Моисей [Иисуса] мĕн каласа хăварнине Иисус пĕтĕм Израиль халăхĕ умĕнче — [арçынни]хĕрарăмĕ, ачипăчи, хăйсем хушшинче пурăнакан ютран килнĕ çынсем [умĕнче] — пĕр сăмах сиктермесĕр вуласа панă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
9
(1) Çакăнçинчен илтсен, [аморрейсен] патшисем,— Иордан леш енчи сăртлăтуллă, тÿремлĕ тата аслă тинĕс хĕррипе Ливан тăвĕ патнех тăсăлакан çĕрсене тытса тăраканскерсем,— тата хетсем, аморрейсем, [гергесейсем,] Ханаансем, ферезейсем, евейсем, иевусейсем
(2) пурте пĕрле пухăннă та, пĕр майлă пулса, Иисуспа Израиль халăхне хирĕç тăрас тенĕ.
(3) Анчах Гаваон çыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пĕтерсе тăкни çинчен илтсессĕн,
(4) акă мĕнле чеелĕх тупнă: ашакĕсем çине çул валли кивĕ михĕсемпе çăкăр янтăласа хунă, çĕтĕлсе пĕтнĕ, саплăклă тир хутаçпа эрех илнĕ;
(5) ури сырри те вĕсен кивĕ, саплăклă пулнă, çийĕнчи тумтирĕсем те çĕтĕк пулнă; çул çине илнĕ çăкăрĕ те пĕтĕмпех типсекăвакарса кайнăскер, [тĕпренсе] пĕтнĕскер пулнă.
(6) Вĕсем çапла [Израильсен] тапăрне Галгала Иисус патне çитнĕ те ăна тата пĕтĕм Израиль халăхне каланă: эпир питĕ инçетрен килтĕмĕр; пирĕнпе килĕшÿ тусамăр, тенĕ.
(7) Израиль çыннисем çав евейсене каланă: тен, эсир хамăр çывăхрах пурăнатăр? пирĕн сирĕнпе епле килĕшÿ тăвасха? тенĕ.
(8) Лешĕсем Иисуса: санăн чурусем эпир, тенĕ. Иисус вара: эсир камсем пулатăр, ăçтан килтĕр? тенĕ.
(9) Вĕсем ăна каланă: санăн чурусем Çÿлхуçа Турру ячĕпе питĕ инçетрен килчĕç: эпир Унăн мухтавĕ çинчен, Египет çĕрĕнче Вăл мĕнмĕн туни çинчен илтнĕ,
(10) Иордан леш енче [пурăннă] аморрейсен икĕ патшине — Есевон патшине Сигона тата Астарофпа [Едреи] хулисенче [пурăннă] Васан патшине Ога — мĕн туни çинчен те пĕтĕмпех илтнĕ.
(11) [Çакăн çинчен илтсессĕн,] пирĕн аслă çыннăмăрсемпе хамăр çĕршывра пурăнакансем пурте пире çапла каларĕç: çул çине апат илĕр те çав халăх патне кайăр, калăр вĕсене: «Эпир — сирĕн чурăрсем; пирĕнпе килĕшÿ тусамăр» тейĕр, терĕç.
(12) Сирĕн пата килме тухнă чухне çак çăкăрсене эпир ăшăллах илсе тухнăччĕ, кунта çитиччен йăлт типсе кăвакарса пĕтрĕç;
(13) эрехне те вĕрçĕнĕ тир хутаçсене тултарнăччĕ, вĕсем те йăлт çĕтĕлсе пĕтрĕç; инçе çула пула пирĕн тумтирĕ те, ура сыррисем те йăптăхланчĕç, тенĕ.
(14) Израиль çыннисем Çÿлхуçаран ыйтмасăрах вĕсен çăкăрне илнĕ.
(15) Иисус вара вĕсемпе килĕшÿ тунă, сире тивмĕпĕр, чĕрĕ хăварăпăр тесе шантарнă; халăх пуçлăхĕсем çав сăмахпа килĕшсе тупа тунă.
(16) Çапла килĕшÿ тунă хыççăн Израиль çыннисем виçĕ кунранах вĕсем хăйсен çывăхĕнчех, хăйсемпе кÿршĕллех пурăннине пĕлнĕ:
(17) Израиль ывăлĕсем çула тухсассăн виççĕмĕш кунне шăпах вĕсен хулисене çитсе кĕнĕ; вĕсен хулисем Гаваон, Кефира, Беероф тата КириафИарим [пулнă].
(18) [Иисуспа] Израиль ывăлĕсем çак хуласене тапăнман, мĕншĕн тесессĕн халăх пуçлăхĕсем [пурте] Израилĕн Çÿлхуçа Турри ячĕпе тупа тунă пулнă. Çавăншăн пĕтĕм [Израиль] халăхĕ пуçлăхсене ÿпкеленĕ.
(19) Пуçлăхсем ĕнтĕ халăха каланă: эпир вĕсене Израилĕн Çÿлхуçа Турри ячĕпе тупа тунă, çа вăнпа вĕсене тĕкĕнме пултараймастпăр;
(20) эпир акă çапла тăвăпăр: вĕсене тупа тунăшăн хамăра ылхан ан çиттĕр тесе, вĕсене чĕрех хăварар, тенĕ.
(21) Пуçлăхсем вĕсене тата каланă: пурăнччăр, анчах вĕсем пĕтĕм халăх валли вутă касса, шыв кÿрсе тăччăр, тенĕ. [Вара пĕтĕм халăх] пуçлăхсем каланă пек [тунă].
(22) Иисус вĕсене чĕнсе илнĕ те каланă: эсир пире мĕншĕн улталарăр? «Эпир аякрисем» терĕр, хăвăр пирĕн çывăхрах пурăнатăр;
(23) çакăншăн эсир ылханлă пулăр! ĕмĕрех чурара тăрăр, [ман валли тата] манăн Туррăм çурчĕ валли вутă касса, шыв кÿрсе пурăнăр! тенĕ.
(24) Вĕсем Иисуса хуравласа каланă: эпир, санăн чурусем, санăн Çÿлхуçа Турру Хăйĕн чурине Моисее çак çĕре пĕтĕмпех сире пама, [пире тата] çак çĕр çинче пурăнакан пĕтĕм халăха сирĕн куçăр умĕнче пĕтерме хушнă тенине илтсеттĕмĕр; çавăнпа эсир пире вĕлерсе пĕтересрен хăраса ÿкрĕмĕр, çак ĕçе те çавăнпах турăмăр;
(25) халĕ ĕнтĕ акă эпир санăн аллунта: хăвна пирĕн тĕлĕшрен мĕнле тусассăн лайăхрах та тĕрĕсрех туйăнать, çапла ту, тенĕ.
(26) Вара Иисус вĕсем тĕлĕшĕнчен çапла тунă: вĕсене Израиль ывăлĕсен аллинчен хăтарнă, вĕлерме паман;
(27) Иисус вĕсене çав кунран пуçласа [пĕтĕм] халăх валли тата Çÿлхуçанăн парне вырăнĕ валли вутă касса, шыв кÿрсе тăма хушнă; [çавăнпа та Гаваон çыннисем Туррăн парне вырăнĕ валли Çÿлхуçа] суйласа илнĕ кирек хăш вырăнта та паян кунчченех [вутă касса, шыв кÿрсе тăраççĕ].
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
10
(1) Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ăна тупаласа тĕп туни çинчен, Гай хулипе унăн патшине те Иерихон хулипе унăн патшине пĕтернĕ пекех пĕтерни çинчен, Гаваон çыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килĕшÿ туса вĕсем хушшинче юлни çинчен илтсессĕн
(2) сехĕрленсех ÿкнĕ, мĕншĕн тесессĕн Гаваон патша хули сенчен кая мар, Гайран та пысăкрах хула [пулнă], çыннисем те унта харсăр çынсем пулнă.
(3) Çавăнпа Адониседек — Иерусалим патши — Хеврон патши Гогам патне, Иармуф патши Фирам патне, Лахис патши Яфий патне, Еглон патши Деавир патне çынсем янă, вĕсене:
(4) «Килĕр, пулăшăр мана, Иисуспа, Израиль ывăлĕсемпе килĕшÿ тунăшăн Гаваона çапса аркатма пулăшăр» тесе калама хушнă.
(5) Вĕсем пуçтарăннă, вара аморрейсен пилĕк патши — Иерусалим патши, Хеврон патши, Иармуф патши, Лахис патши тата Еглон патши — хăйсен мĕнпур çарне ертсе пырса Гаваон хулине çавăрса илсе вăрçă пуçланă.
(6) Гаваон çыннисем Иисус патне [Израиль] тапăрне, Галгал хулине, çынсем янă: «Хăвăн чурусене аллу хÿттисĕр ан хăвар; хăвăртрах килсе пулăшсам пире, çăлсам пире: ту çинче пурăнакан аморрейсен патшисем пурте пире хирĕç пуçтарăнса килчĕç» тесе калама хушнă.
(7) Иисус вара Галгалран вăрçа юрăхлă мĕнпур халăха, пĕтĕм харсăр çынна хăй ертсе тухнă.
(8) Çÿлхуçа Иисуса каланă: вĕсенчен ан хăра: Эпĕ вĕсене санăн аллуна патăм, пĕри те сана хирĕç тăраймĕç вĕсем, тенĕ.
(9) Галгалран тухсан пĕр чарăнмасăр, çĕрĕпе кайса, Иисус вĕсем патне пĕр кĕтмен çĕртен çитсе тухнă.
(10) Израиль çыннисем курăнсассăнах, Çÿлхуçа Гаваон халăхне шуйхатсах пăрахнă, вара Израильсем вĕсене Гаваонра тĕппипе аркатса тăкнă, Вефорон тÿпемĕ еннелле выртакан çулпа хăваласа кайса Азекпа Макед патне çитичченех çĕмĕрсе пынă. пВĕсем Израиль ывăлĕсенчен тарса Вефорон тăвĕн тайлăмĕпе пынă чухне Çÿлхуçа вĕсем çине Азек патне çитичченех тÿперен шултăра чул [пăр] çутарса пынă, вĕсем вилнĕ ĕнтĕ: чул çуса тăнипе вилнисем Израиль ывăлĕсем [çапăçура] хĕçпе вĕлерсе пĕтернинчен ытларах пулнă.
(12) Çÿлхуçа [Турă], аморрей халăхне Гаваонра Изра иль ывăлĕсем умĕнче çĕмĕрсе тăкса, ăна Израиль аллине панă кун Иисус Израиль халăхĕ умĕнче пĕтĕм чун хавалĕпе Çÿлхуçана асăнса каланă: эй хĕвел, Гаваон тĕлĕнче чарăнса тăр! эй уйăх, Аиалон айлăмĕ тĕлĕнче чарăнса тăр!
(13) Хĕвел чарăнса тăнă, уйăх чарăнса тăнă, халăх хăй тăшманне аркатса тăкичченех вĕсем çапла пĕр хускалмасăр тăнă. Тÿрĕ çын кĕнекинче шăпах çавăн çинчен çырмани ĕнтĕ: унта: «Хĕвел чăн тÿпере тăнă, кунĕпе тенĕ пекех вăл анăçалла шума васкаман» тенĕ.
(14) Çÿлхуçа этем сассине [çав тĕрлĕ] итленĕ пек кун унччен те, кайран та урăх пулман. Çÿлхуçа çав кун Израиль хутне кĕрсе çапăçнă.
(15) Кайран Иисус мĕнпур Израиль халăхĕпе пĕрле хăйсен тапăрне Галгала таврăннă.
(16) Леш пилĕк патша Макед çывăхне тарса ÿксе çĕр хăвăлне пытаннă.
(17) Иисуса: «Пилĕк патша тупăнчĕ, вĕсем Макед çывăхĕнчи çĕр хăвăлĕнче пытанса лараççĕ» тесе пĕлтерсессĕн,
(18) Иисус каланă: çĕр хăвăлĕн анине пысăк чулсемпе хупласа хурăр, хураллама çынсем тăратăр;
(19) хăвăр [кунта] чарăнса ан тăрăр, тăшманăрсене хăвалăр, çарĕнчен тăрса юлнисене пĕтерсе тăкăр, вĕсене хăйсен хулисене тарса ÿкме ан парăр: Çÿлхуçа Туррăр вĕсене сирĕн аллăра панă, тенĕ.
(20) Иисуспа Израиль ывăлĕсем çапла хăйсен тăшманĕсене вирлĕн çĕмĕрсе тăксассăн, вĕсенчен чĕрĕ юлнисем тĕреклĕлетнĕ хуласене тарса кайсассăн,
(21) пĕтĕм халăх, лăпланса, Иисус патне тапăра Макед хулине таврăннă, Израиль ывăлĕсене хирĕç çăвар уçакан та пулман.
(22) Вара Иисус каланă: çĕр хăвăлĕн анине уçăр та леш пилĕк патшана ман патăма илсе килĕр, тенĕ.
(23) Çапла тунă та: леш пилĕк патшана — Иерусалим патшине, Хеврон патшине, Иармуф патшине, Лахис патшине тата Еглон патшине — çĕр хăвăлĕнчен кăларса Иисус патне илсе пырса тăратнă.
(24) Çав патшасене хăй патне илсе тухсассăн, Иисус Израиль ывăлĕсене пурне те чĕнсе илнĕ те хăйпе пĕрле çÿренĕ çар çулпуçĕсене каланă: пырăр, çак патшасен мăйĕ çине урăрпа пусăр, тенĕ. Лешĕсем пынă та вĕсен мăйĕ çине урипе пуснă.
(25) Иисус вĕсене каланă: ан хăрăр, ан сехĕрленĕр, çирĕп те хастар пулăр: сирĕнпе вăрçакан тăшманăрсене Çÿлхуçа пурне те çапла тăвĕ, тенĕ.
(26) Унтан Иисус патшасене вĕлерсе пилĕк йывăçран çактарнă; вĕсем каçченех çакăнса тăнă.
(27) Хĕвел аннă вăхăтра, Иисус хушнипе, вĕсен виллисене йывăç çинчен антарнă та малтан хăйсем тарса пытаннă çĕр хăвăлне пăрахнă, хăвăлĕ анине пысăк чулсем йăвантарса хунă, çав чулсем паян кун та пулин çавăнтах выртаççĕ.
(28) Иисус çав кунах Макед хулине ярса илнĕ, [ăна,] унăн патшине хĕç айне тунă, хулара мĕн пуррине, мĕнпур сывлан чуна тупаласа тĕп тунă: никама та чĕрĕ халлĕн хăварман, пĕри те çăлăнайман, [тарса хăтăлайман]; Иерихон патшине мĕн кăтартнă, Макед патшине те çавнах кăтартнă.
(29) Вара Иисус пĕтĕм Израиль халăхне ертсе Македран Ливна хулине кайса ăна хирĕç çапăçнă;
(30) Çÿлхуçа Ливнăна та Израиль аллине панă, [вара ăна,] унăн патшине [ярса илнĕ], Иисус хулара мĕн пуррине, мĕнпур сывлан чуна хĕç айне тунă: унта никама та чĕрĕ халлĕн хăварман, пĕри те çăлăнайман, [тарсахăтăлайман]; Иерихон патшине мĕн кăтартнă, Ливна патшине те çавнах кăтартнă.
(31) Иисус пĕтĕм Израиль халăхне ертсе Ливнăран Лахис хулине кайнă, ун çывăхне тапăрăн вырăнаçса, ăна хирĕç çапăçнă;
(32) Çÿлхуçа Лахис хулине те Израиль аллине панă, вăл ăна тепĕр куннех туртса илнĕ те хулара мĕн пуррине, мĕнпур сывлан чуна хĕç айне гунă, [ăна та] Ливнăна пĕтернĕ пекех [пĕтерсе тăкнă].
(33) Лахиса пулăшма Горам, Газер патши, çитнĕ; ĕнтĕ Иисус ăна хăйне те, унăн халăхне те [хĕç] айне тунă; никама та чĕрĕ хăварман, пĕри те çăлăнайман, [тарса хăтăлайман].
(34) Иисус пĕтĕм Израиль халăхне ертсе Лахисран Еглон хулине кайнă, ун çывăхне тапăрăн вырăнаçса, ăна хирĕç çапăçнă;
(35) [Çÿлхуçа ăна та Израиль аллине панă,] ăна çав кунах туртса илсе, ăна тата çав кун унта пулнă мĕнпур сывлан чуна хĕç айне тунă, ăна та Лахиса тупаланă пекех тупаланă.
(36) Иисус пĕтĕм Израиль халăхне ертсе Еглонран Хеврон хулине кайса ăна хирĕç çапăçнă;
(37) Израиль çыннисем Хеврона туртса илсе хулине те, патшине те, çывăхри ялсене те, унти мĕнпур сывлан чуна хĕç айне тунă; никама та чĕрĕ халлĕн хăварман, пĕри те çăлăнайман, ăна Еглона мĕн кăтартнинех кăтартнă: ăна, унта мĕн пуррине, мĕнпур сывлан чуна тупаланă.
(38) Унтан Иисус пĕтĕм Израиль халăхне ертсе Давир хули патне çитсе ăна хирĕç çапăçнă;
(39) хулана туртса илсе, унăн патшине те, çывăхри пур ялне те хĕç айне тунă, унта мĕн пуррине, [вĕсене,] мĕнпур сывлан чуна тупаланă: пĕри те çăлăнайман; Хевронпа унăн патшине мĕн кăтартнă, Ливнăпа унăн патшине мĕн кăтартнă, Давирпа унăн патшине те çавнах кăтартнă.
(40) Израилĕн Çÿлхуçа Турри хушнă пек, Иисус çапла сăртлăхри, кăнтăр енчи, айлăмри пĕтĕм çĕре, ту аркисенчи çĕре тата вĕсенĕн пĕтĕм патшине çĕмĕрсе тăкнă: никама та чĕрĕ халлĕн хăварман, мĕнпур сывлан чуна тупаласа тĕп тунă;
(41) Иисус вĕсене КадесВарни хулинчен пуçласа Газа хулине çитиччен тĕп тунă, Гошен çĕрне те Гаваон таранчченех пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă;
(42) çав патшасене, вĕсенĕн мĕнпур çĕрне Иисус пĕрре тытăнсах çĕнсе илнĕ, мĕншĕн тесессĕн Израилĕн Çÿлхуçа Турри Израиль хутне кĕрсе çапăçнă.
(43) Кайран Иисуспа пĕтĕм Израиль халăхĕ хăйсен тапăрне Галгала таврăннă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
11
(1) Çавăн çинчен илтсессĕн, Иавин — Асор патши — Мадон патши Иовав патне, Шимрон патши патне, Ахсаф патши патне,
(2) çурçĕр еннелли сăртлăхра, Хиннарофăн кăнтăр енчи тÿремлĕхре, айлăмлă вырăнсенче пурăнакан патшасем патне, анăç енче НафофДорта пурăнакан патшасем патне, Зтухăç енче, тинĕс хĕрринче пурăнакан Ханаансем патне, ту çинче пурăнакан аморрейсемпе хетсем, ферезейсемпе иевусейсем патне тата Ермон çывăхĕнче, Массифа çĕрĕнче пурăнакан евейсем патне хыпар янă.
(4) Вара çавсем хăйсен пĕтĕм çарĕпе, темĕн чухлĕ халăхĕпе вăрçа хатĕрленсе тухнă, халăхĕ тинĕс хĕрринчи хăйăр пек йышлă пухăннă; утсемпе çар ураписем те шутсăр нумай пулнă.
(5) Çав патшасем, пурте пĕрле пухăнса, Израильпе çапăçмашкăн Мером шывĕ хĕррине çитсе тапăра тăнă.
(6) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Иисуса каланă: ан хăра вĕсенчен — Эпĕ ыран çак вăхăт тĕлнелле [вĕсене] пурне те Израиль [ывăлĕсен] аллине ÿкерĕп; эсĕ вĕсен учĕсенĕн шăнăрĕсене касакаса тат, çар ураписене вутçулăмпа çунтарса яр, тенĕ.
(7) Вара Иисуспа вăрçа юрăхлă мĕнпур халăх вĕсем патне Мером шывĕ хĕррине пĕр кĕтмен çĕртен пырса тухнă та вĕсене тапăннă.
(8) Çÿлхуçа вĕсене Израиль çыннисен аллине ÿкернĕ, Израиль çыннисем вĕсене аслă Сидона çитиччен, МисрефофМаима çитиччен, тухăç енчи Мицфа айлăмне çитиччен хыçран хăваласа пĕтерсе пынă, вĕсене тĕппипех пĕтернĕ, пĕри те чĕрĕ юлман, пĕри те çăлăнайман, [тарса хăтăлайман].
(9) Иисус хăйне Çÿлхуçа мĕнле каланă, çавăн пек тунă: учĕсен шăнăрĕсене касакаса татнă, çар ураписене вутçулăмпа çунтарсаянă.
(10) Çав вăхăтрах Иисус, каялла таврăнса, Асор хулине туртса илнĕ, унăн патшине хĕçпе касса вĕлернĕ, [Асорĕ вăл ĕлĕк таврари патшалăхсен чăн аслă хули пулнă]; пунти мĕнпур сывлан чуна хĕç айне тунă, [пурне те] тупаланă: пĕр чĕрĕ чун та юлман; Асора вăл вутçулăмпа çунтарса янă.
(12) Çÿлхуçа чури Моисей хушса хăварнă пек, çав патшасене тата вĕсен мĕнпур хулине ярса илсессĕн, Иисус вĕсене пурне те хĕç айне тунă, пĕтмелле тупаланă;
(13) анчах сăрт тÿпемĕсенчи хуласене Израиль ывăлĕсем çунтармасăр хăварнă, Иисус пĕр Асор хулине çеç çунтарса янă.
(14) Çав хуласен мĕнпур пурлăхне, [мĕнпур] выльăхчĕрлĕхне Израиль ывăлĕсем хăйсем валли çаратнă; çыннисене вара пурне те хĕçпе касса тухнă, çапла пурне те тĕп тунă: [вĕсенчен] пĕр чун та хăварман.
(15) Çÿлхуçа Хăйĕн чурине Моисее епле хушнă, Моисей те Иисуса çапла каласа хăварнă, Иисус вара çавăн пек тунă та: Çÿлхуçа Моисее каланă сăмахран тухман вăл.
(16) Иисус çапла пĕтĕм сăртлăх çĕре, кăнтăрти пĕтĕм çĕре, пĕтĕм Гошен çĕрне, айлăм вырăнсене, Израиль тÿремлĕхĕпе тăвне, [ту таврашĕнчи] айлăмлă вырăнсене —
(17) Сеир çывăхĕнчи Халак тăвĕнчен пуçласа Ермон тăвĕ çумĕнчи Ливан айлăмĕнчи ВаалГад патне çитичченех — туртса илнĕ, çав çĕрсен патшисене пурне те тыткăна илсе вĕлерсе пĕтернĕ.
(18) Çав патшасемпе Иисус нумай вăхăт хушши вăрçă вăрçнă.
(19) Гаваонра пурăнакан евейсемсĕр пуçне Израиль ывăлĕсемпе [пĕр хула та] килĕшÿ туман: Израильсем вĕсене пурне те вăрçă вăрçса илнĕ;
(20) вĕсем хăйсенĕн чĕрине хаярлантарни, Израиле вăрçăпа кĕтсе илни пĕтĕмпе Çÿлхуçа ирĕкĕнчен килнĕ: Израиль ывăлĕсем вĕсене тупалаччăр тесе, ан каçарччăр тесе, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек пĕтерччĕр тесе, Çÿлхуçа вĕсене Израиль халăхĕпе хирĕçтернĕ.
(21) Çавăн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] çĕмĕрсе тăкнă; лешĕсем сăртлăхра, Хевронра, Давирта, Анавăра, пĕтĕм Иуда тăвĕ çинче, пĕтĕм Израиль тăвĕ çинче пурăннă; Иисус вĕсене хулимĕнĕпе тупаланă;
(22) Израиль çĕрĕнче енакимсен [пĕр çынни] те юлман, вĕсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнă.
(23) Çапла вара Иисус, Çÿлхуçа Моисее каланă пек, пĕтĕм çĕре туртса илнĕ те Израиль халăх не еткерлĕхе йăхсерен уйăрса панă. Ĕнтĕ вăрçă чарăннă, самана лăпланнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
12
(1) Израиль ывăлĕсем Иордан леш енче хĕвелтухăç еннелле выртакан çĕре — Арнон юхăмĕнчен пуçласа Ермон тăвĕ таран сарăлса выртакан çĕре — тата тухăç енчи пĕтĕм тÿремлĕхе çакă патшасене çĕнтерсе туртса илнĕ:
(2) Есевонра пурăннă Сигона, аморрейсен патшине; унăн çĕрĕ Арнон юхăм шывĕн хĕрринчи Ароертан пуçланса Аммон чиккинчи Иавок юхăмĕ таранах сарăлса выртнă, Арнон айлăмĕ те, Галаад çĕрĕн çурри те унăн çĕрĕ пулнă,
(3) вăл тата пысăк айлăма — Хиннереф тинĕсĕн тухăç çыранĕнчен пуçланса тÿремлĕх тинĕсĕ патне, Тăварлă тинĕс патне, çитиччен, тухăç енче БефИешимоф патне çитиччен, кăнтăр енче Фасга ту арки патне çитиччен сарăлса выртакан айлăма — тытса тăнă;
(4) Израиль ывăлĕсем Сигонпа чикĕллĕ пурăнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пĕртенпĕрре юлнă çыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурăнаканскере — парăнтарнă,
(5) çав патша Ермон тăвĕпе Салха хулине, пĕтĕм Васан çĕрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад çĕрĕн çуррине Есевон патшийĕн Сигонăн патшалăхĕ чикки таранччен тытса тăнă.
(6) Çÿлхуçа чури Моисейпе Израиль ывăлĕсем вĕсене вĕлерсе пĕтернĕ; вара Çÿлхуçа чури Моисей вĕсен çĕрĕсене Рувим йăхĕпе Гад йăхне, Манассиян çур йăхне еткерлĕхе валеçсе панă.
(7) “(8) Иордан шывĕн ку енче анăçалла выртакан, Ливан айлăмĕнчи ВаалГад патĕнчен пуçласа Сеир патнелле тăсăлакан Халак тăвĕ патне çитиччен сарăлса выртакан [аморрейсен] çĕрĕн патшисене Иисуспа Израиль ывăлĕсем вĕлерсе пĕтернĕ те вĕсен пĕтĕм çĕрне — сăртлăхĕсене, айлăмĕсене, тÿремлĕхне, ту тайлăмĕсене, пушхире, кăнтăрти çĕре, хетсен, аморрейсен, Ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен çĕрĕсене — Израиль ывăлĕсене еткерлĕхе валеçсе панă; çав çĕрсене тытса тăнă аморрейсен патшисем çаксем пулнă:
(9) пĕр Иерихон патши, Вефиль çывăхĕнчи пĕр Гай патши,
(10) пĕр Иерусалим патши, пĕр Хеврон патши, Х(1) пĕр Иармуф патши, пĕр Лахис патши,
(12) пĕр Еглон патши, пĕр Газер патши,
(13) пĕр Давир патши, пĕр Гадер патши,
(14) пĕр Хорма патши, пĕр Арад патши,
(15) пĕр Ливна патши, пĕр Одоллам патши,
(16) пĕр Макед патши, пĕр Вефиль патши,
(17) пĕр Таппуах патши, пĕр ХЕфер патши,
(18) пĕр Афек патши, пĕр Шарон патши,
(19) пĕр Мадон патши, пĕр Асор патши,
(20) пĕр ШимронМерон патши, пĕр Ахсаф патши,
(21) пĕр Фаанах патши, пĕр Мегиддон патши,
(22) пĕр Кедес патши, Кармил çывăхĕнчи пĕр Иокнеам патши,
(23) НафафДор патĕнчи пĕр Дор патши, Галгалри пĕр Гоим патши,
(24) пĕр Фирца патши. Пĕтĕмпе вăтăр пĕр патша пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
13
(1) Иисус ватăлса çитсессĕн, ĕнтĕ ватлăх кунĕсем çитсессĕн, Çÿлхуçа ăна каланă: эсĕ ватăлтăн, ĕнтĕ ватлăх кунусем çитрĕç, еткерлĕхе илмелли çĕр вара питех те нумайха.
(2) Акă епле çĕрсем юлаççĕ: пĕтĕм Филисти тавралăхĕ, пĕтĕм Гессур [татаХанаан] çĕрĕ.
(3) Египет чиккинчи Сихор шывĕнчен пуçласа Екронăн çурçĕр чиккине çитиччен тăсăлакан çĕр те — Ханаан çĕрĕ, ăна пилĕк патша, Филисти патшисем — Газа, Азот, Аскалон, Геф, Екрон, Аввей патшисем — тытса тăраççĕ;
(4) кăнтăр енчи çĕр Меарăран, Сидон çыннисен çĕрĕнчен, пуçласа Афека, аморрейсен чиккине çитиччен сарăлса выртакан çĕр те — Ханаансен çĕрĕ,
(5) çавăн пекех [Филисти çĕрĕ] Гевла та, тухăç енче, Ермон тăвĕ çумĕнчи ВаалГадран пуçласа Емаф хулине çитиччен сарăлса выртакан пĕтĕм Ливан та — пĕтĕмпех Ханаан çĕрĕ.
(6) Сăртлăхра пурăнакан пĕтĕм халăха — Ливанпа Мисрефоф Маим хушшинче пурăнакан пĕтĕм Сидон халăхне — Эпĕ Израиль ывăлĕсем умĕнчен хăваласа ярăп. Çав çĕре эсĕ, Эпĕ хăвна хушнă пек, Израиль халăхне еткерлĕхе валеçсе пар;
(7) çав çĕре тăхăр йăха тата Манассиян çур йăхне валеçсе пар, [вĕсене Иорданран пуçласа анăçалла аслă тинĕс хĕррине çитиччен сарăлса выртакан çĕре пар; аслă тинĕс чикĕ пултăр].
(8) Рувим йăхĕпе Гад йăхне тата Манассиян тепĕр çур йăхне Çÿлхуçа чури Моисей Иордан леш енчи [хĕвел]тухăçĕ еннелле выртакан çĕрсене панă:
(9) вĕсен çĕрĕ Арнон юхăм шывĕ хĕрринчи Ароер патĕнчен пуçланса кайнă, вĕсене айлăмра ларакан хулана та, пĕтĕм Медева тÿремлĕхне те Дивон хулине çитичченех панă,
(10) тата Есевонра патшара ларнă аморрейсен патшийĕн Сигонăн хулисене пĕтĕмпе, аммонсен чиккине çитиччен, иçавăн пекех Галаад, Гессур, Мааха çĕрĕсене, пĕтĕм Ермон тусăртне, пĕтĕм Васан çĕрне Салха таранччен
(12) тата Астарофпа Едреи хулисенче патшара ларнă Васан патшийĕн Огăн пĕтĕм патшалăхне панă. Моисей тĕп тунă, хăваласа янă рефаимсенчен вăл пĕчченех юлнă пулнă.
(13) Анчах Израиль ывăлĕсем Гессурпа Мааха [тата Ханаан] çыннисене тивмен, Гессурпа Мааха паян кунчченех Израиль хушшинче пурăнаççĕ.
(14) Моисей пĕр Левий йăхне çеç çĕр паман: Çÿлхуçа каланă пек, вĕсенĕн еткерлĕхĕ Израилĕн Çÿлхуçа Туррине кÿрекен парнесем пулнă. [Моисей Иордан леш енчи Моав тÿремлĕхĕнче, Иерихон тĕлĕнче тăнă чухне Израиль ывăлĕсене йăхсерен çапла еткерлĕх çĕр валеçсе панă:]
(15) Моисей Рувим йăхне ăрăвĕсем тăрăх еткер çĕр панă:
(16) вĕсен çĕрĕн чикки Арнон юхăм шывĕ хĕрринчи Ароер пулнă, вĕсене акă мĕнмĕн тивнĕ: Арнон айлăмĕнчи хула, Медева çумĕнчи пĕтĕм тÿремлĕх,
(17) Есевон тата ун таврашĕнчи тÿремлĕхри мĕнпур ху ла: Дивон, ВамофВаал, БефВаалМеон,
(18) Иааца, Кедемоф, МЕфааф,
(19) Кириафаим, Сивма, Емек тăвĕ çинчи ЦерефШахар,
(20) БефФегор, Фасга ту аркинчи вырăнсем, БефИешимоф,
(21) тÿремлĕхри пĕтĕм хула, аморрейсен патшийĕн Сигонăн пĕтĕм патшалăхĕ; ăна, Есевонра патшара ларнăскере, Моисей вĕлернĕ; çавăн пекех Моисей Мадиансен çулпуçĕсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревăна та пĕтернĕ, лешĕсем çав çĕршывра Сигона пăхăнса пурăннă пулнă;
(22) вĕсене вĕлернĕ чухне Израиль ывăлĕсем Веор ывăлне Валаам пĕлĕмçе те хĕçпе касса вĕлернĕ.
(23) Рувим ывăлĕсен çĕрĕн чикки Иордан шывĕ пулнă. Рувим ывăлĕсене ăрусерен пайласа панă еткерлĕх çĕр, вĕсенĕн хулисемпе ялĕсем çавă пулнă ĕнтĕ.
(24) Моисей çавăн пекех Гад йăхне, Гад ывăлĕсене те ăрусерен еткерлĕх çĕр пайласа панă:
(25) вĕсенĕн еткерлĕхĕ Иазер, пĕтĕм Галаад хули, Аммон ывăлĕсен çĕрĕ çурри таран, Равва çывăхĕнчи Ароера çитиччен сарăлса выртакан çĕр,
(26) Есевонран пуçласа РамафМицфапа Ветонима çитиччен, Маханаимран пуçласа Давир чикки таран выртакан çĕрсем пулнă,
(27) тата айлăмри БефГарам, БефНимра, Сокхоф тата Цафон хулисем — Сигон патшалăхĕн, Есевон патшийĕн, юлашки çĕрĕ — Иордан шывĕпе чикĕллĕ, Иордан леш енче тухăçалла Хиннереф тинĕсĕ патне çитиччен тăсăлакан çĕр.
(28) Çапла вара Гад ывăлĕсене ăрусерен пайласа панă еткерлĕх çĕр, вĕсенĕн хулисемпе ялĕсем çавă пулнă ĕнтĕ.
(29) Моисей Манассиян çур йăхне те еткерлĕх çĕр панă, çав çĕре Манассия çур йăхĕн ăрăвĕсем тăрăх валеçсе панă;
(30) вĕсенĕн çĕрĕ Маханаимран пуçласа пĕтĕм Васан — Васан патшийĕн Огăн пĕтĕм патшалăхĕ — Васанри мĕнпур Иаир хули, утмăл хула, пулнă;
(31) Галаад çĕрне çурри таран тата Астарофпа Едреи хулисене — Васан патшийĕн Огăн тĕп хулисене — Манассия ывăлĕ Махирăн ывăлĕ сене, Махир ывăлĕсен çур йăхне ăрусерен валеçсе [панă].
(32) Иордан леш енчи Моав тÿремлĕхĕнче, Иерихон тĕлĕнчен тухăçалла, Моисей акă епле еткерлĕх çĕр уйăрса панă.
(33) Левий йăхне вара Моисей еткерлĕх çĕр паман: Турă каланă пек, вĕсенĕн еткерлĕхĕ Израилĕн Çÿлхуçа Турри Хăй пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
14
(1) Елеазар священникпа Нав ывăлĕ Иисус тата Израиль йăхĕсенчи ăру пуçлăхĕсем Израиль ывăлĕсене Ханаан çĕрĕнче еткерлĕх çĕр акă епле уйăрса панă:
(2) Çÿлхуçа Моисей урлă хушнă пек, çав çĕре вĕсем тăхăр йăха тата [Манассиян] çур йăхне шăпа ярса валеçнĕ,
(3) ĕнтĕ икĕ йăхпа [Манассиян] тепĕр çур йăхне Моисей Иордан леш енчех еткерлĕх çĕр панă, Левитсене вара вĕсем хушшинче еткерлĕх пай паман;
(4) Иосиф ывăлĕсенчен икĕ йăх — Манассия йăхĕпе Ефрем йăхĕ — тухнă; Левитсене çĕр пайне кÿртмен, вĕсене пурăнма хуласем [анчах] панă, тата выльăхчĕрлĕх усрама, мĕн кирлине тивĕçтерсе тăма хула таврашĕнче уйхир панă.
(5) Çÿлхуçа Моисее епле хушнă, çĕр валеçнĕ чухне Израиль ывăлĕсем çапла тунă та.
(6) Иуда ывăлĕсем Галгала Иисус патне пынă. Вара Халев — Кенезей çынни, Иефонния ывăлĕ — ăна каланă: КадесВарни хулинче манпала сан çинчен Çÿлхуçа Моисее, Турă çыннине, мĕн каланине пĕлетĕн эсĕ;
(7) Çÿлхуçа чури Моисей мана КадесВарни хулинчен çĕр пăхма янă чухне эпĕ хĕрĕхреччĕ; эпĕ ăна мĕн курнине, чĕремре мĕн пуррине, каласа патăм:
(8) манпа пĕрле çÿренĕ тăванăмсем хăйсен сăмахĕпе халăха хăратса пăрахрĕç, эпĕ вара шăпах Çÿлхуçа Туррăм хушнă пек турăм;
(9) çав кунхине Моисей тупа туса каларĕ: «санăн уру утса çÿренĕ çĕр ĕмĕрлĕхе санăн, санăн ачусен еткер çĕрĕ пулĕ, мĕншĕн тесессĕн эсĕ шăпах Çÿлхуçа Туррăм хушнă пек турăн» терĕ;
(10) акă ĕнтĕ Çÿлхуçа, Хăй каланă пек, мана паянхи кунччен усрарĕ; Çÿлхуçа Моисее çав сăмаха каланăранпа хĕрĕх пилĕк çул иртсе кайрĕ, Израиль халăхĕ пушхирте çÿрерĕ; халĕ акă эпĕ сакăрвун пиллĕкре; панчах эпĕ халĕ те Моисей мана çĕр пăхма янă чухнехи пекех çирĕп: унччен мĕнле вăйхаллă пулнă, халĕ те çавăн пекех — вăрçă вăрçма та, кĕрсетухса çÿреме те пултаратăп;
(12) эппин, çав кунхине Çÿлхуçа каланă пек, çак тусăрта мана пар; çав кунхине эсĕ ху та илтрĕн, унта Енак ывăлĕсем [пурăнаççĕ], хулисем вĕсен пысăк, тĕреклĕлетнĕ хуласем; тен, Çÿлхуçа манпа пĕрле [пулĕ те], эпĕ вĕсене, Çÿлхуçа каланă пек, хăваласа ярăп, тенĕ.
(13) Иисус вара Халева — [Кенезей çыннине,] Иефонния ывăлне — пилленĕ те ăна Хеврон хулине еткерлĕхе панă.
(14) Çапла вара, Халев — Кенезей çынни, Иефонния ывăлĕ — Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ [хушнă пек] тĕрĕс тунăшăн, Хеврон паян кунчченех Халев еткерĕ шутланать.
(15) Ĕлĕк Хеврон хулине КириафАрба тенĕ — Енак ывăлĕсем хушшинчи пĕр аслă çынна çапла чĕннĕ пулнă. Ĕнтĕ вăрçă чарăннă, самана лăпланнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
15
(1) Иуда ывăлĕсен йăхне, ăрусеренĕн, акă çапла шăпа тухнă: вĕсен çĕрĕ Идумейăпа чикĕллĕ Син пушхирĕ еннелле, кăнтăралла тăсăлса, Феман вĕçне тухнă;
(2) кăнтăр енчи чикки Тăварлă тинĕс хĕрринчен, кăнтăралла каякан тинĕс авринчен, пуçланать те Зкăнтăралла Акраввим тÿпемĕ енне тăсăлать, Цинран иртет, вара, кăнтăр енчен КадесВарни патнелле улăхса, Хецрон витĕр тухать, Аддара çитиччен улăхса [Кадесăн анăç енĕпе пырать,] Каркая еннелле пăрăнать,
(4) унтан Ацмонран иртет, Египет юхăм шывĕ патне çитет, çапла вара чикĕ вĕçĕ тинĕс хĕррине пырса тухать. Çакă сирĕн кăнтăр енчи чикĕ пулать.
(5) Тухăç енчи чикĕ [тăршшĕпех] Тăварлă тинĕс хĕррипе пырса Иордан вăррине çитиччен тăсăлать; çурçĕр енчи чикĕ вара тинĕс авринчен, Иордан вăрринчен пуçланать;
(6) çакăнтан чикĕ БефХогла патнелле улăхать, çурçĕр енчен БефАрава патнелле кайса тăвалла Рувим ывăлĕн Боганăн чулĕ тĕлне çитичченех пырать;
(7) унтан Ахор айлăмĕнчен пуçласа Давир патнелле улăхса каять, çурçĕр енче Галгал еннелле — юхăм шывăн кăнтăр енче вырăнаçнă Адуммим тÿпемĕ тĕлне — пăрăнать; унтан чикĕ ЕнШемеш шывĕнчен иртсе ЕнРогел патне çитет;
(8) унтан чикĕ, Иевус теекен Иерусалимăн кăнтăр енĕпе иртсе кайса, Енном ывăлĕн айлăмне улăхать, вара сăрт тÿпине — Енном айлăмĕнчен анăçалла, РЕфаим айлăмĕ хĕрринчен çурçĕрелле вырăнаçнă сăрт тÿпине — хăпарать;
(9) сăрт тÿпинчен чикĕ Нефтоах çăлкуçĕ патнелле пăрăнать, Ефрон тăвĕ çинчи хуласем патне çитсе Ваал еннелле пăрăнать, вăл ĕнтĕ КириафИарим хули пулать те;
(10) вара чикĕ Ваал патĕнчен тинĕс патнелле пăрăнать [те] Сеир тăвĕ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тăвĕн çурçĕр енĕпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витĕр тухать; пунтан чикĕ Екронăн çурçĕр енĕпе кайса Шикарон патнелле пăрăнать, Ваал [çĕрĕнчи] ту урлă каçса Иавнеила çитет, вара чикĕ вĕçĕ тинĕс хĕррине пырса тухать. Анăç чикки вара — Аслă тинĕс.
(12) Иуда ывăлĕсене ăрусерен валеçсе панă çĕрĕн чиккине пур енчен те кăтартсассăн çапла пулать вара.
(13) Çÿлхуçа Иисуса хушнă пек, [Иисус] ĕнтĕ Иефонния ывăлне Халева та Иуда ывăлĕсем хушшинче пай панă; [Иисус ăна] КириафАрба хулине, Енак ашшĕн хулине, [панă], вăл хулана тепĕр тĕрлĕ Хеврон теççĕ.
(14) [Иефонния ывăлĕ] Халев çав хуларан Енакăн виçĕ ывăлне: Шешая, Ахимана, Фалмая — Енак ачисене — хăваласа кăларнă.
(15) Çав вырăнтан [Халев] Давир халăхне хирĕç кайнă [ĕлĕк Давир хулине Кириаф-Сефер тенĕ].
(16) Халев каланă: кам Кириаф-Сефера туртса илсе йышăнать, çавна хамăн хĕрĕме Ахсана качча парăп, тенĕ.
(17) Хулине Гофониил — Ха лев тăванĕн Кеназăн [кĕçĕн] ывăлĕ — илнĕ, Халев ăна хăйĕн хĕрне Ахсана качча панă.
(18) Ашшĕ килĕнчен тухса кайнă чухне ăна ашшĕнчен хир ыйтма канаш панă, вара вăл ашак çинчен аннă. Ашшĕ ăна: мĕн кирлĕ сана? тенĕ.
(19) Хĕрĕ каланă: мана пиллĕх пар; эсĕ мана кăнтăр енче çĕр патăн, шыв та пар, тенĕ. Ашшĕ вара ăна тури çăлсемпе анатри çăлсене панă.
(20) Иуда ывăлĕсен йăхне ăрусерен уйăрса панă еткер çĕр çакă пулнă:
(21) Идумея çĕрĕпе юнашар, кăнтăр енче, Иуда ывăлĕсен ăрăвĕсене çак хуласем тивнĕ: Кавцеил, Едер тата Иагур,
(22) Кина, Димона, Адада,
(23) Кедес, Асор тата Ифнан,
(243) иф, Телем тата Валоф,
(25) ГацорХадафа, Кириаф, Хецрон, тепĕр тĕрлĕ каласассăн Гацор,
(26) Амам, Шема тата Молада,
(27) ХацарГадда, Хешмон тата ВефПалет,
(28) ХацарШуал, Вирсавия тата Визиофея, [вĕсенĕн ялĕсемпе хула таврашĕнчи çĕрĕсем,]
(29) Ваала, Иим тата Ацем,
(30) Елфолад, Кесил тата Хорма,
(31) Циклаг, Мадмана тата Сансана,
(32) Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурĕ çирĕм тăхăр хула тата вĕсен ялĕсем.
(33) Тата айлăм çĕрти хуласем: Ештаол, Цора тата Ашна,
(34) Заноах, ЕнГанним, Таппуах тата Гаенам,
(35) Иармуф, Одоллам, [Немра,] Сохо тата Азека,
(36) Шаараим, Адифаим, Гедера е Гедерофаим: вунтăватă хулапа вĕсен ялĕсем.
(37) Ценан, Хадаша, МигдалГад,
(38) Дилеан, Мицфе тата Иокфеил,
(39) Лахис, Воцкаф тата Еглон,
(40) Хаббон, Лахмас тата Хифлис,
(41) Гедероф, БефДагон, Наема тата Макед: вунултă хулапа вĕсен ялĕсем.
(42) Ливна, Ефер тата Ашан,
(43) Иффах, Ашна тата Нециф,
(44) Кеила, Ахзив, Мареша [тата Эдом]: тăхăр хулапа вĕсен ялĕсем.
(45) Екрон хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласемпе ялсем,
(46) Екронпа тинĕс хушшинчи, Азот таврашĕнчи пĕтĕм ялхула,
(47) Азот хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласемпе ялсем, Газа хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласемпе ялсем — Египет юхăм шывĕпе чикĕ шут ланакан Аслă тинĕс таранчченех.
(48) Тата сăртлăхри хуласем: Шамир, Иаттир тата Сохо,
(49) Данна, КириафСанна, тепĕр тĕрлĕ каласассăн Давир,
(50) Анаф, Ештемо тата Аним,
(51) Гошен, Холон тата Гило: вунпĕр хулапа вĕсен ялĕсем.
(52) Арав, Дума тата Ешан,
(53) Ианум, БефТаппуах тата Афека,
(54) Хумта, КириафАрба, тепĕр тĕрлĕ каласассăн Хеврон, тата Цигор: тăхăр хулапа вĕсен ялĕсем.
(55) Маон, Кармил, Зиф тата Юта,
(56) Изреель, Иокдам тата Заноах,
(57) Каин, Гива тата Фимна: вунă хулапа вĕсен ялĕсем.
(58) Халхул, БефЦур тата Гедор,
(59) Маараф, БефАноф тата Елтекон: ултă хулапа вĕсен ялĕсем. [Феко, Ефрафа, тепĕр тĕрлĕ каласассăн Вифлеем, Фагор, Етам, Кулон, Татами, Сорес, Карем, Галлим, Вефир тата Манохо: вунпĕр хулапа вĕсен ялĕсем.]
(60) КириафВаал — тепĕр тĕрлĕ каласассăн КириафИарим — тата Аравва: икĕ хулапа вĕсен ялĕсем, [хула таврашĕнчи çĕрсем].
(61) Пушхирте: БефАрава, Миддин тата Секаха,
(62) Нившан, ИрМелах тата ЕнГеди: ултă хулапа вĕсен ялĕсем.
(63) Анчах Иуда ывăлĕсем иевусейсене, Иерусалим çыннисене, хăваласа ярайман, çавăнпа иевусейсем паянхи кунчченех Иуда ывăлĕсемпе пĕрле Иерусалимра пурăнаççĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
16
(1) Унтан Иосиф ывăлĕсене шăпа тухнă: вĕсен çĕрĕн чикки, Иерихон тĕлĕнчи Иорданран пуçласа, Иерихон шывĕнчен тухăçалла, Иерихон патĕнчен Вефиль тăвĕ патнелле сарăлса выртакан пушхирпе пырать;
(2) чикĕ Вефильрен Луз патнелле каять, унтан, Арха чикки енне каçса, Атарофа çитиччен тăсăлать,
(3) тинĕс хĕррине, Иафлет чикки патне анать, Анатри БефОрон, Газер патне çитсе тинĕс хĕррине пырса тухать.
(4) Çак çĕре ĕнтĕ Иосиф ывăлĕсем — Манассияпа Ефрем — еткерлĕхе илнĕ.
(5) Ефрем ывăлĕсене ăрусерен валеçсе панă çĕр чикки акă çапла пулнă: вĕсен çĕрĕн чикки тухăçри АтарофАдартан тытăнса Тури БефОрона [тата Газарăна] çитиччен пырать;
(6) унтан чикĕ МихмЕфафăн çурçĕр енĕпе тинĕс хĕррине анать те тухăçалла, ФаанафСилом еннелле пăрăнса, Ианохăн тухăç енĕпе каçса каять;
(7) Ианох патĕнчен Атарофпа Наараф еннелле анса Иерихон çумнех пырать, унтан Иордан хĕррине пырса тухать;
(8) чикĕ Таппуахран тинĕс патнелле, Кана юхăм шывĕ патнелле пырса, тинĕс хĕррине çитсе тухать. Ефрем ывăлĕсен йăхне ăрусерен валеçсе панă еткер çĕр çакă ĕнтĕ,
(9) ку вăл — Ефрем ывăлĕсене Манассия ывăлĕсен çĕрĕнчен уйăрса панă хуласемпе вĕсен таврашĕнчи ялсем.
(10) Анчах [Ефрем ывăлĕсем] Газер хулинче пурăннă Ханаансене хăваласа яман, çавăнпа Ханаансем Ефрем ывăлĕсем хушшинче паян кунчченех хырçă тÿлесе пурăннă. [Кайранкайран фараон, Египет патши, çитнĕ те хулана туртса илсе çунтарса янă, Ханаансене, ферезейсене, Газер çыннисене вĕлерсе тухнă; çав хулана вара фараон хăй хĕрне хулăн тупри вырăнне панă.]
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
17
(1) Иосифăн малтанхи ывăлĕ пулнăран шăпа Манассия йăхне тухнă. Махира — Манассиян малтанхи ывăлне, Галаад ашшĕне, — вăрçăра паттăр пулнăскере, Галаадпа Васан тивнĕ.
(2) Манассиян ытти ывăлĕсен ăрăвĕсене те — Авиезер ывăлĕсене, Хелек ывăлĕсене, Асриил ывăлĕсене, Шехем ывăлĕсене, ХЕфер ывăлĕсене, Шемида ывăлĕсене — пурне те еткер çĕр уйăрса панă. Иосиф ывăлĕ Манассия йăхĕнчи арçынсем çавсем ĕнтĕ.
(3) СалпаАдăн вара — вăл ХЕфер ывăлĕ пулнă, ХЕфер — Галаад ывăлĕ, Галаад — Махир ывăлĕ, Махир вара Манассия ывăлĕ пулнă — ывăл ача пулман, хĕрачасем [çеç] пулнă. Акă унăн хĕрĕсен ячĕсем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца.
(4) Çавсем ĕнтĕ Елеазар священник, Нав ывăлĕ Иисус тата пуçлăхсем патне пынă та каланă: Çÿлхуçа Моисее пире те тăванăмăрсем хушшинче çĕр пама хушнă, тенĕ. Вара, Çÿлхуçа хушнă пек, вĕсене ашшĕн тăванĕсем хушшинче çĕр уйăрса панă.
(5) Манассияна çапла, Иордан леш енчи Галаадпа Васансăр пуçне, тата вунă пай çĕр тивнĕ,
(6) мĕншĕн тесессĕн Манассия [ывăлĕсен] хĕрĕсем арçынсемпе тан çĕр илнĕ, унсăр пуçне Манассия ывăлĕсене Галаад та тивнĕ.
(7) Манассия [ывăлĕсен] çĕр чикки Асир патĕнчен пуçласа Сихем тĕлĕнчи МихмЕфаф еннелле пырать; унтан чикĕ сылтăмалла, ЕнТаппуах çыннисем пурăнакан вырăналла, каять.
(8) Таппуах çĕрĕ — Манассияна, Манассия çĕрĕ чиккинчи Таппуах хули вара Ефрем ывăлĕсене тивнĕ.
(9) Çав вырăнтан чикĕ Кана юхăм шывĕ патнелле кăнтăр енĕпеле анать. Çав хуласем, Манассия хулисем хушшинче пулсассăн та, Ефрем йăхне тивнĕ. Манассия çĕрĕн чикки юхăм шывран çурçĕрелле кайса тинĕс хĕррине пырса тухать.
(10) Кăнтăр енчи çĕр Ефрема пулнă, çурçĕр енчи Манассияна пулнă; тинĕс вĕсем хушшинчи чикĕ шутланнă; çурçĕр енчен вĕсем Асирпа, тухăç енчен Иссахарпа чикĕллĕ пулнă. “Иссахарпа Асир хушшинчи çĕр Манассияна тивнĕ, унта БефСан хулипе ăна пăхăнса тăракан вырăнсем, Ивлеам хулипе ăна пăхăнса тăракан вырăнсем, Дор çыннисемпе ăна пăхăнса тăракан вырăнсем, ЕнДор çыннисемпе ăна пăхăнса тăракан вырăнсем, Фаанах çыннисемпе ăна пăхăнса тăракан вырăнсем, Мегиддон çыннисемпе ăна пăхăнса тăракан вырăнсем, Нафеф çĕрĕн виççĕмĕш пайĕ [тата ун таврашĕнчи ялсем] пулнă.
(12) Манассия ывăлĕсем çав хуласенче пурăнакансене хăваласа яма пултарайман, вара Ханаансем çав çĕртех пурăнма юлнă.
(13) Вăй илсе çитсессĕн, Израиль ывăлĕсем Ханаансене пăхăнтарса куланай тÿлеттерме тытăннă, анчах хăваласа ярасса вĕсене çапах хăваласа яман.
(14) Иосиф ывăлĕсем Иисуса каланă: Çÿлхуçа пилленипе пирĕн йыш питĕ пысăк, эппин, мĕншĕнха эсĕ пире пĕр шăпа, пĕр пай анчах уйăрса патăн? тенĕ.
(15) Иисус вĕсене каланă: ытах та эсир йышлă пулсассăн, Ефрем тăвĕ сирĕншĕн хĕсĕк пулсассăн, вăрманлăха кайăр та ферезейсемпе рефаимсен [çĕрне] тасатса вырăнаçăр, тенĕ.
(16) Иосиф ывăлĕсем каланă: Ефрем тăвĕ пирĕн алăра тытăнса тăрас çук, мĕншĕн тесессĕн айлăмра пурăнакан Ханаансем те, БефСанпа ăна пăхăнса тăракан çĕрсенче пурăнакансем те, Изреель айлăмĕнче пурăнакансем те çар урапийĕсене тимĕртенех тунă, тенĕ.
(17) Вара Иисус Иосиф килне — Ефремпа Манассияна — каланă: эсĕ — йышлă халăх, вăйхăвату та пысăк; сана пĕр пай анчах пулмĕ:
(18) сăртлăх та, çак вăрманлăх та сана пулĕ; вăрманне тасатăн та — вăл ĕмĕрлĕхе сана пулĕ; çар урапийĕсем тимĕр пулин те, эсĕ Ханаансене хăваласа ярăн, вĕсем тем тĕрлĕ вăйлă пулсан та, [эсĕ вĕсене çĕнтерĕн], тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
18
(1) Пĕтĕм Израиль халăхĕ Силома пухăннă та унта пĕрле пуçтарăнса кĕлтумалли кĕлĕ чатăрĕ лартнă, мĕншĕн тесессĕн çавăнти çĕр ĕнтĕ вĕсен аллинче пулнă.
(2) Израиль ывăлĕсенĕн çичĕ йăхĕ хăйсене тивĕçлĕ çĕрне илмен пулнăха.
(3) Иисус Израиль ывăлĕсене каланă: эсир тата нумайччен вăрахлатăри? Хăвăра аçăрсенĕн Çÿлхуçа Турри панă çĕрĕре мĕншĕн халиччен те еткерлĕхе илместĕр? тенĕ;
(4) йăхсерен виçшер çын суйласа парăр; эпĕ вĕсене çĕр пăхма ярам, вĕсем кайччăр, çĕре пăхса тухчăр, ăна епле валеçмеллине татса парса ман патăма пыччăр;
(5) çĕре çичĕ пая уйăрччăр; Иуда хăй çĕрĕ çинче кăнтăр енче юлтăр, Иосиф килĕ вара хăй çĕрĕ çинче çурçĕр енче юлтăр;
(6) эсир вара юлнă çĕре çичĕ пая палăртса ÿкерĕр те мĕн ÿкернине ман патăма илсе килĕр: эпĕ сире çакăнта Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче шăпа кăларса парăп;
(7) Левитсем валли сирĕн хушшăрта пай çук, вĕсенĕн пайĕ — Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăрасси; Гад йăхĕпе Рувим йăхĕ тата Манассиян çур йăхĕ хăйсене Çÿлхуçа чури Моисей Иорданран тухăçалла панă çĕре илнĕ, тенĕ.
(8) Çыннисем вара çĕр пăхма тухса кайнă. Иисус вĕсене çапла хушса янă: кайăр, çав çĕре йĕритаврипех пăхса тухăр та ăна тĕплĕн ÿкерсепалăртса ман патăма таврăнăр; эпĕ вара кунта, Силомра, Çÿлхуçа умĕнче сире шăпа кăларса парăп, тенĕ.
(9) Лешĕсем ĕнтĕ [пĕтĕм çĕре пăхса тухнă,] пĕтĕм ялнехулине шута илсе çĕре çичĕ пая пайласа çырса тухнă, вара Иисус патне тапăра, Силом хулине, таврăннă.
(10) Силомра Иисус, Çÿлхуçа умĕнче шăпа ярса, çĕре Израиль ывăлĕсене пайăнпайăн валеçсе панă.
(11) [Малтанхи] шăпа Вениамин ывăлĕсен ăрăвĕсене тухнă. Вĕсене шăпа тăрăх тухнă çĕрĕ Иуда ывăлĕсемпе Иосиф ывăлĕсен çĕрĕ хушшинче пулнă;
(12) çав çĕрĕн çурçĕр енчи чикки Иордан патĕнчен пуçланса Иерихон çумĕпе çурçĕр енчен иртсе каять те анăçалла пăрăнать, ту çине хăпарса БЕфавен пушхирне пырса тухать;
(13) унтан чикĕ Луз енне каять, Лузăн — урăхла каласан Вефиль теекен хулан — кăнтăр еннелле пырса Анатри БефОронăн кăнтăр енче ларакан АтарофАдар тăвĕ патнелле анать;
(14) унтан чикĕ кăнтăралла пăрăнать те БефОронран кăнтăр енчи сăртран кăнтăр енне тинĕс патнелле сулăнать, вара КириафВаал патне — урăхла каласан КириафИарим патне, Иуда ывăлĕсен хули патне — çитсе тухать. Ку ĕнтĕ — анăç енĕ.
(15) Кăнтăр чикки КириафИарим патĕнчен пуçланать, кăнтăр енĕпе тинĕс еннелле пырса Нефтоах çăлĕ патне çитет;
(16) унтан чикĕ ту енне — Енном ывăлĕн айлăмĕпе юнашар, рефаимсен айлăмĕнчен çурçĕр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлăмĕпелен Иевусăн кăнтăр енне анса ЕнРогел патнелле каять;
(17) вара çурçĕр еннелле пăрăнать те ЕнШемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сăртне хирĕçех вырăнаçнă Гелилоф патне çитет, çакăнтан вара Боганăн — Рувим ывăлĕн — чулĕ патне анать;
(18) унтан тÿремлĕх çывăхĕпе çурçĕ релле иртсе тÿремлĕхе анать;
(19) кунтан чикĕ БефХогла çумĕпе çурçĕрелле кайса Тăварлă тинĕсĕн çурçĕр енчи авăрне, Иорданăн кăнтăр енчи вĕçне, çитсе тухать. Ку ĕнтĕ — кăнтăр чикки. Иордан вара тухăç енчи чикĕ пулать.
(20) Вениамин ывăлĕсене ăрусерен уйăрса панă çĕрĕн чиккине пур енчен те кăтартсассăн çапла пулнă вара.
(21) Вениамин ывăлĕсене ăрусерен уйăрса панă хуласем çакă пулнă: Иерихон, БефХогла тата ЕмекКециц,
(22) БефАрава, Цемараим тата Вефиль,
(23) Аввим, Фара тата Офра,
(24) КЕфарАммонай, Афни тата Гева: вуникĕ хулапа вĕсен ялĕсем.
(25) Гаваон, Рама тата Бероф,
(26) Мицфе, Кефира тата Моца,
(27) Рекем, Ирфеил тата Фарала,
(28) Цела, Елеф, Иевус, урăхла каласан Иерусалим, Гивеаф тата Кириаф: вунтăватă хулапа вĕсенĕн ялĕсем. Вениамин ывăлĕсен ăрăвĕсем илнĕ еткер çĕр çакă пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
19
(1) Иккĕмĕш шăпи Симеона, Симеон йăхĕн ăрăвĕсене, тухнă; вĕсен çĕрĕ Иуда ывăлĕсен çĕрĕ хушшинче пулнă.
(2) Вĕсене ак çакă хуласем тивнĕ: Вирсавия е Шева, Молада,
(3) ХацарШуал, Вала тата Ацем,
(4) Елтолад, Вефул тата Хорма,
(5) Циклаг, БефМаркавоф тата ХацарСуса,
(6) БефЛеваоф тата Шарухен: пурĕ — вунвиçĕ хула тата вĕсенĕн ялĕсем.
(7) Аин, Риммон, Ефер тата Ашан: тăватă хулапа вĕсенĕн ялĕсем,
(8) тата çав хуласем таврашĕнчи мĕнпур ял — ВаалафБеер, е кăнтăр Рама, таранах. Симеон ывăлĕсен йăхĕн ăрăвĕсем илнĕ еткер çĕр çакă пулнă.
(9) Çĕрне вара Симеон ывăлĕсен [йăхне] Иуда ывăлĕсен çĕрĕнчен уйăрса панă, мĕншĕн тесессĕн Иуда ывăлĕсенĕн пайĕ вĕсемшĕн ытлашшипех пысăк пулнă, çавăнпа та Симеон ывăлĕсем вĕсенĕн çĕрĕ хушшинче çĕр илнĕ.
(10) Виççĕмĕш шăпи Завулон ывăлĕсен ăрăвĕсене тухнă, вĕсен çĕрĕн чикки Сарид патне çитичченех тăсăлса пынă; ивĕсен чикки тинĕс енне, Марала патнелле, хăпарать те Дабешеф патне çитсе Иокнеам умĕнчи юхăм шыв патнех çитет;
(12) Сарид патĕнчен каялла, тухăç еннелле, хĕвелтухăç еннелле, КислофФавор чиккине çити каять; кунтан Давраф патĕнчен иртсе Иафия патнелле улăхать;
(13) кунтан тухăçалла каять, ГефХЕфер, ИттуКацин патĕнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять;
(14) вара чикĕ Ханнафон патĕнчен çурçĕр енчен пăрăнса каять те ИфтахЕл айлăмне çитсе тухать;
(15) вĕсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнĕ: пурĕ — вуникĕ хула тата вĕсен ялĕсем.
(16) Завулон ывăлĕсен ăрăвĕсем илнĕ еткер çĕр, вĕсенĕн хулисемпе ялĕсем çакă пулнă.
(17) Тăваттăмĕш шăпи Иссахара, Иссахар ывăлĕсен ăрăвĕсене, тухнă;
(18) вĕсене çак хуласем тивнĕ: Изреель, Кесуллоф тата Сунем,
(19) Хафараим, Шион тата Анахараф,
(20) Раввиф, Кишион тата Авец,
(21) Ремеф, ЕнГанним, ЕнХадда тата БефПацец;
(22) вĕсен çĕрĕн чикки Фавор, Шагацима тата Вефсамис патĕнчен иртсе Иордан патне çитсе тухать: пурĕ — вунултă хула тата вĕсен ялĕсем.
(23) Иссахар ывăлĕсен йăхĕн ăрăвĕсем илнĕ еткер çĕр, вĕсен хулисемпе ялĕсем çакă пулнă.
(24) Пиллĕкĕмĕш шăпи Асир ывăлĕсен йăхĕн ăрăвĕсене тухнă;
(25) вĕсене çак хуласем тивнĕ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф,
(26) Аламелех, Амад тата Мишал; вĕсен çĕрĕн чикки анăç енче Кармил патне, ШихорЛивнаф патне çитет;
(27) тепĕр еннелле — хĕвел тухăçĕ еннелле — БефДагон патне çитет, çурçĕр енчен Завулон çĕрĕпе ИфтахЕл айлăмĕ çумнех пырать, [Асафа чиккине çитет,] БефЕмек патĕнчен, Неиел патĕнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.
(28) Вĕсен çĕрне Еврон, Рехов, Хаммон, Кана хулисем кĕреççĕ. Чикĕ аслă Сидон патне çитсе
(29) Рама енне пăрăнать те тĕреклĕлетнĕ Тир хулине çитет, Хосса еннелле пăрăнса кĕрсе тинĕс хĕррине пырса тухать. Вĕсен çĕрне Махалев, Ахзив,
(30) Акко, Афек, Ре хов хулисем кĕреççĕ: пурĕ — çирĕм икĕ хула тата вĕсенĕи ялĕсем.
(31) Асир ывăлĕсен йăхĕн ăрăвĕсем илнĕ еткер çĕр çакă; вĕсенĕн хулисемпе ялĕсем çакă.
(32) Улттăмĕш шăпи Неффалим ывăлĕсен ăрăвĕсене тухнă;
(33) вĕсен çĕрĕн чикки Хелеф патĕнчен [тата] Цананнимри юманлăх патĕнчен АдамиНекев енне, Иавнеил енне каять, Лаккум патне çитет, Иордан хĕррине çитсе тухать;
(34) ку тĕлтен чикĕ анăç енне çаврăнса АзнофФавор енне каять, унтан Хуккок патнелле кайса кăнтăр енчен Завулон çĕрĕн чиккине пырса тухать, анăç енчен Асир çĕрĕ патне тухать, тухăç енчен Иордан хĕррине Иуда чиккине çитет.
(35) Вĕсенĕн тĕреклĕлетнĕ хулисем: Циддим, Цер, Хамаф, Раккаф тата Хиннереф,
(36) Адама, Рама тата Асор,
(37) Кедес, Едрея тата ЕнГацор,
(38) Иреон, МигдалЕл, Хорем, БефАнаф тата Вефсамис: пурĕ — вунтăхăр хула тата вĕсенĕн ялĕсем.
(39) Неффалим ывăлĕсен йăхĕн ăрăвĕсем илнĕ еткер çĕр çакă; вĕсенĕн хулисемпе ялĕсем çакă.
(40) Дан ывăлĕсен йăхĕн ăрăвĕсене çиччĕмĕш шăпа тухнă;
(41) вĕсен çĕрне çак хуласем кĕнĕ: Цора, Ештаол тата ИрШемеш,
(42) Шаалаввин, Аиалон тата Ифла,
(43) Елон, Фимнафа тата Екрон,
(44) Елтеке, Гиввефон тата Ваалаф,
(45) Игуд, БенеВерак тата ГафРиммон,
(46) МеИаркон, Ракон тата Иоппи çывăхĕнчи çĕрсем. Дан ывăлĕсемшĕн çак çĕр çителĕксĕр пулнă.
(47) Çавăнпа Дан ывăлĕсем Ласем çине вăрçăпа кайнă, ăна туртса илсе хĕçпе пĕтерсе тухнă, ăна еткерлĕхе илсе унта пурăнма вырăнаçнă, Ласема хăйсенĕн тĕп ашшĕ ячĕпе Дан теме тытăннă, [аморрейсем Еломпа Саламин хулисенчех пурăнма юлнă, анчах вĕсене Ефрем ывăлĕсем пăхăнтарнă та хырçă тÿлеттере пуçланă.]
(48) Дан ывăлĕсен йăхĕн ăрăвĕсем илнĕ еткер çĕр çакă; вĕсенĕн хулисемпе ялĕсем çакă. [Дан ывăлĕсем аморрейсене пĕтермен те, лешĕсем вĕсене ту çинче хĕссе пурăннă, тÿрем çĕре анма та паман, кайран хăйсен çĕрне каялла туртса илнĕ.]
(49) Çапла пĕтĕм çĕре пайăнпайăн валеçсе пĕтерсессĕн, Израиль ывăлĕсем Нав ывăлне Иисуса хăйсен çĕрĕсем хушшинче еткер çĕр уйăрса панă:
(50) Çÿлхуçа хушнипе ăна Ефрем тăвĕ çинчи ФамнафСараи хулине — хăй ыйтнă хулана — панă; вăл вара çавăнта хула туса вырăнаçнă.
(51) Елеазар священник, Нав ывăлĕ Иисус тата ăрусен пуçлăхĕсем, шăпа ярса, Силом хулинчи пуху чатăрĕн алăкĕ патĕнче, Çÿлхуçа умĕнче, Израиль ывăлĕсен йăхĕсене валеçсе панă еткер çĕрсем çакă ĕнтĕ. Çапла çĕр валеçес ĕçе вĕçленĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
20
(1) Çÿлхуçа Иисуса çапла тесе каланă:
(2) Израиль ывăлĕсене кала: Эпĕ сире Моисей урлă хушнă пек, хăвăр валли хÿтлĕх пулмалли хуласем суйласа илĕр — Зçынна йăнăшпа, ăнсăртран вĕлернĕ этем çавăнта тарма пултартăр; [çын вĕлерекене халăх умне сута тăратиччен] ан вĕлерччĕр тесе, [çав хуласем] юншăн тавăраканран тарса хăтăлмалли хÿтлĕх хуласем пулччăр.
(4) Кам та кам çав хуласенчен пĕрне тарса ÿксессĕн, вăл хула хапхи умне тăтăр та хулан аслă çыннисене хăй ĕçне каласа кăтарттăр; лешĕсем вара ăна хăйсен хулине кĕртĕç те пурăнма вырăн парĕç;
(5) юншăн тавăрас теекенĕ ун хыççăн хăваласа пырсассăн, вĕсенĕн ăна унăн аллине памалла мар, мĕншĕн тесессĕн вăл хăйĕн çывăх çыннине ятарласа вĕлермен, вăл ĕнер те, виçĕмкун та ăна курайман çын пулман;
(6) вăл ĕнтĕ халăх умне сута тăриччен, çавăн чухнехи аслă священник виличчен çав хулара пурăнтăр. Кайран вара çынвĕлерен хăйĕн хулине, хăйĕн килне, хăй ăçтан тарса пынă, çав хулана таврăнтăр, тенĕ.
(7) Вара Неффалим тăвĕ çинчи Галилейăри Кедес хулине, Ефрем тăвĕ çинчи Сихем хулине тата Иуда тăвĕ çинчи КириафАрба хулине — тепĕр тĕрлĕ каласассăн Хеврон хулине — уйăрса илнĕ;
(8) тата Иордан леш енче Иерихонран тухăçалла ларакан хуласене суйласа илнĕ: Рувим йăхĕнчен — пушхирти, тÿремри Бецер хулине, Гад йăхĕнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йăхĕнчен — Васанри Голан хулине;
(9) çав хуласем ĕнтĕ Израиль çыннисемшĕн те, ютран пырса вĕсем хушшинче пурăнакансемшĕн те уçă пулнă: çынна йăнăшпа вĕлерекен çавăнта тарса ÿкме пултартăр, халăх умне [сута] тăриччен унăн юншăн тавăракан аллинчен вилмелле ан пултăр, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
21
(1) – (2) Левий йăхĕнчи ăру пуçлăхĕсем Ханаан çĕрĕнчи Силом хулине Елеазар священникпа Нав ывăлĕ Иисус патне, Израиль йăхĕнчи ăру пуçлăхĕсем патне пынă та каланă вĕсене: Моисей урлă Çÿлхуçа пире пурăнма хуласем, выльăхчĕрлĕх çÿретме хуласем таврашĕнче çĕр пуссисем пама хушнăччĕ, тенĕ.
(3) Вара, Çÿлхуçа хушнипе, Израиль ывăлĕсем Левитсене хăйсенĕн еткер çĕрĕнчен хуласемпе вĕсен таврашĕнчи уйхирсене уйăрса панă.
(4) Малтан Кааф ăрăвĕсене шăпа тухнă; Аарон священник ывăлĕсене, Левитсене, шăпа тăрăх, Иуда йăхĕнчен, Симеон йăхĕнчен тата Вениамин йăхĕнчен вунвиçĕ хула тивнĕ;
(5) Каафăн ытти ывăлĕсене вара Ефрем йăхĕн ăрăвĕсенчен, Дан йăхĕнчен тата Манассиян çур йăхĕнчен, шăпа тăрăх, вунă хула тивнĕ;
(6) Гирсон ывăлĕсене Иссахар йăхĕн ăрăвĕсенчен, Асир йăхĕнчен, Неффалим йăхĕнчен тата Манассиян Васанри тепĕр çур йăхĕнчен, шăпа тăрăх, вунвиçĕ хула тивнĕ;
(7) Мерари ывăлĕсенĕн ăрăвĕсене Рувим йăхĕнчен, Гад йăхĕнчен тата Завулон йăхĕнчен — вуникĕ хула.
(8) Турă Моисей урлă хушнă пек, Израиль ывăлĕсем çак хуласемпе вĕсен таврашĕнчи çĕрсене, шăпа тăрăх, Левитсене уйăрса панă.
(9) Кунта Иуда ывăлĕсен йăхĕнчен, Симеон ывăлĕсен йăхĕнчен [тата Вениамин ывăлĕсен йăхĕнчен] уйăрса панă хуласен ятне асăннă:
(10) Левий йăхĕнчи Кааф ăрăвĕнчен тухнă Аарон ывăлĕсене [вĕсене пĕрремĕш шăпа тухнăран] пИуда тăвĕ çинче ларакан КириафАрба хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене панă; вăл Енак ашшĕн хули пулнă, тепĕр тĕрлĕ ăна Хеврон тенĕ;
(12) çав хулан хирĕсемпе ялĕсене вара Халева — Иефонния ывăлне — еткерлĕхе панă.
(13) Аарон священник ывăлĕсене — çын вĕлерекен тарса хăтăлмашкăн — хÿтлĕх хула вырăнне Хевронпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă тата Ливнăпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(14) Иаттирпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Ештемопа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(15) Холонпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Давирпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(16) Аинпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Юттапа ун таврашĕнчи çĕрсене, БефШемешпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă: çав икĕ йăхран тăхăр хула панă;
(17) Вениамин йăхĕнчен вара Гаваонпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Гевăпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(18) Анафофпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Алмонпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă: тăватă хула.
(19) Аарон ывăлĕсене, священниксене, мĕнпурĕ вунвиçĕ хулапа вĕсенĕн таврашĕнчи çĕрсем тивнĕ.
(20) Кааф йăхĕнчен тухнă ытти Левитсене вара, шăпа тăрăх, Ефрем йăхĕн хулисем тивнĕ;
(21) вĕсене — çынвĕлерен тарса хăтăлмашкăн — хÿтлĕх хула вырăнне Ефрем тăвĕ çинче ларакан Сихемпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă тата Гезерпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(22) Кивцаимпа ун таврашĕнчи çĕрсене, БефОронпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă: тăватă хула;
(23) Дан йăхĕнчен: Елфекепе ун таврашĕнчи çĕрсене, Гиввефонпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(24) Аиалонпа ун таврашĕнчи çĕрсене, ГафРиммонпа ун таврашĕнчи çĕрсене: тăватă хула;
(25) Манассиян çур йăхĕнчен: Фаанахпа ун таврашĕнчи çĕрсене, ГафРиммонпа ун таврашĕнчи çĕрсене: икĕ хула.
(26) Кааф ывăлĕсенĕн ытти ăрăвĕсене хула таврашĕнчи çĕрсемпе пĕрле пурĕ вунă хула тивнĕ.
(27) Гирсон ывăлĕсене вара, Левитсене, çак хуласене панă: Манассиян çур йăхĕнчен: çынвĕлерен тарса хăтăлмалли хÿтлĕх хула вырăнне Васан ри Голанпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă, тата Беештерапа ун таврашĕнчи çĕрсене панă: икĕ хула;
(28) Иссахар йăхĕнчен: Кишионпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Даврафпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(29) Иармуфпа ун таврашĕнчи çĕрсене, ЕнГаннимпа ун таврашĕнчи çĕрсене: тăватă хула;
(30) Асир йăхĕнчен: Мишалпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Авдонпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(31) Хелкафпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Реховпа ун таврашĕнчи çĕрсене: тăватă хула;
(32) Неффалим йăхĕнчен: çынвĕлерен тарса хăтăлмалли хÿтлĕх хула вырăнне Галилейăри Кедеспа ун таврашĕнчи çĕрсене панă, тата ХамофДорпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Карфанпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă: виçĕ хула.
(33) Çапла Гирсон ывăлĕсенĕн ăрăвĕсене хула таврашĕнчи çĕрсемпе пĕрле пурĕ вунвиçĕ хула тивнĕ.
(34) Мерари ывăлĕсенĕн ăрăвĕсене, ытти Левитсене, çак хуласене панă: Завулон йăхĕнчен: Иокнеампа ун таврашĕнчи çĕрсене, Карфапа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(35) Димнапа ун таврашĕнчи çĕрсене, Нагалалпа ун таврашĕнчи çĕрсене: тăватă хула;
(36) [Иордан леш енче, Иерихон тĕлĕнче] Рувим йăхĕнчен: [çынвĕлерен тарса хăтăлмалли хÿтлĕх хула вырăнне Мисор пушхирĕнчи] Бецер хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене панă, тата Иаацăпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(37) Кедемофпа ун таврашĕнчи çĕрсене, МЕфаафпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă: тăватă хула;
(38) Гад йăхĕнчен: çынвĕлерен тарса хăтăлмалли хÿтлĕх хула вырăнне Галаадри Рамофпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă, тата Маханаимпа ун таврашĕнчи çĕрсене,
(39) Есевонпа ун таврашĕнчи çĕрсене, Иазерпа ун таврашĕнчи çĕрсене панă: пурĕ тăватă хула.
(40) Мерари ывăлĕсене, Левитсен ытти ăрăвĕсене, шăпа тăрăх, пурĕ вуникĕ хула тивнĕ.
(41) Çапла вара Израиль ывăлĕсен еткер çĕрĕсем хушшинче Левитсене пĕтĕмпе хĕрĕх сакăр хула уйăрса панă, хулисене таврари çĕрĕмĕнĕпех панă.
(42) Çав хула сем çумĕнче кашни хули çумĕнчех йĕритаврипех çĕрсем пулнă: пур хулара та çавăн пек пулнă. [Иисус çапла пĕтĕм çĕре йăхсерен уйăрса тухсассăн, Израиль ывăлĕсем, Çÿлхуçа хушнипе, Иисуса хăйне пай кăларса панă, ăна вĕсем хăй ыйтнă хулана — Ефрем тăвĕ çинчи ФимнафСара хулине — панă, çапла Иисус хăй ыйтнă хулана илсе юсаса лартнă та унта пурăнма вырăнаçнă. Израиль ывăлĕсем пушхирте çÿренĕ чухне çул çинче çуралнисене ÿт кастарман пулнă, кайран Иисус ăна туса çитернĕ; ĕнтĕ ÿт каснă чул çĕçĕсене вăл ФимнафСара хулине пуçтарса хунă.]
(43) Çапла Çÿлхуçа вĕсенĕн ашшĕсене пама тупа тунă çĕре пĕтĕмпех Израиль халăхне панă, вара вĕсем ăна еткерлĕхе илсе унта пурăнма вырăнаçнă.
(44) Вĕсенĕн ашшĕсене тупа тунă пек, Çÿлхуçа вĕсене пур енчен те тăнăçлăх панă, вĕсен тăшманĕсенчен пĕри те вĕсене хирĕç тăрайман; вĕсен тăшманĕсене пурне те Çÿлхуçа вĕсен аллине ÿкернĕ.
(45) Çÿлхуçа Израиль килне каланă ырă сăмахран пĕр сăмахĕ те вырăна килмесĕр юлман; пурте пурăнăçланнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
22
(1) Çавăн хыççăн вара Иисус Рувим йăхне, Гад йăхне, Манассиян çур йăхне чĕнсе илнĕ те каланă:
(2) эсир Çÿлхуçа чури Моисей хăвăра мĕн каласа хăварнине пурне те пурăнăçларăр, эпĕ мĕн хушнине те пурне те итлерĕр; Зэсир хăвăр тăванăрсене пăрахса хăвармарăр, нумай хушă, паян кунчченех, вĕсемпе пĕрле пултăр, Çÿлхуçа, хăвăрăн Туррăр, пурăнăçлама хушнине пурăнăçларăр:
(4) халĕ ĕнтĕ Çÿлхуçа, хăвăрăн Туррăр, вĕсене мĕн каланине турĕ — сирĕн тăванăрсене тăнăçлăх пачĕ; эппин, килĕр чатăрăрсене, Çÿлхуçа чури Моисей хăвăра Иордан леш енче панă еткерлĕх çĕрĕре таврăнăр;
(5) анчах эсир ÿкĕтсене тата Çÿлхуçа чури Моисей хăвăра халалланă саккуна тĕрĕс тытса тăма тăрăшăр: Çÿлхуçа Туррăра юратăр, Вăл кăтартнă çулпа çÿрĕр, Унăн ÿкĕчĕсене уяса пурăнăр, Ун çумне çыпă çăнăр, пĕтĕм чĕрепе, пĕтĕм чунпа Ăна пăхăнса тăрăр, тенĕ.
(6) Вара Иисус вĕсене пиллĕх панă та, вĕсем чатăрĕсене таврăннă.
(7) Манассиян çур йăхне Моисей еткер çĕр Васанра панă, тепĕр çур йăхне еткер çĕр Иисус Иордан шывĕн ку енне, анăç еннелле, ытти тăванĕсемпе пĕрле панă. Килĕсене кăларса ярас умĕн Иисус вĕсене пиллĕх парса
(8) çапла каланă: эсир килĕрсене шутсăр нумай пурлăх илсе таврăнатăр, сирĕн темĕн чухлĕ выльăхчĕрлĕх, кĕмĕл, ылтăн, пăхăр, тимĕр, темĕн чухлĕ тумтир; тăшманăрсенчен туртса илнĕ тупăша тăванăрсемпе пайлăр, тенĕ.
(9) Вара Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем, Манассиян çур йăхĕ ытти Израиль халăхĕпе сывпуллашса, Ханаан çĕрĕнчи Силом хулинчен тухса кайса, Галаад çĕрне, Турă Моисее хушнипе илнĕ хăйсен еткерлĕх çĕрне, таврăннă.
(10) Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем тата Манассиян çур йăхĕ Ханаан çĕрĕнчи Иордан хутлăхне çитсессĕн çавăнта, Иордан хĕрринче, парне вырăнĕ туса лартнă; çав парне вырăнĕ питĕ пысăк пулнă. пИзраиль ывăлĕсем вара: акă Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем тата Манассиян çур йăхĕ Ханаан çĕрĕнче, Иордан хутлăхĕнче, Израиль ывăлĕсемпе тĕлметĕлех парне вырăнĕ туса лартрĕç тенине илтнĕ.
(12) Çавна илтсессĕн Израиль ывăлĕсем вĕсене хирĕç вăрçăпа каяс тесе пурте Силома пухăннă.
(13) Анчах та Израиль ывăлĕсем малтан Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем тата Манассиян çур йăхĕ патне Галаад çĕрне Финееса — Елеазар священник ывăлне — янă,
(14) унпа пĕрле вунă пуçлăх, Израиль халăхĕн кашни йăхĕнчен пĕрер пуçлăх, кайнă; вĕсем кашнийĕ ăру пуçлăхĕ, пинпÿ пулнă.
(15) Вĕсем Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем тата Манассиян çур йăхĕ патне Галаад çĕрне çитнĕ те çапла каланă:
(16) пĕтĕм Çÿлхуçа халăхĕ çапла калать: халĕ Çÿлхуçаран [Израиль Турринчен] пăрăнса, хăвăр валли парне вырăнĕ лартса, Çÿлхуçана хирĕç тăрса эсир Израилĕн [Çÿлхуçа] Турри умĕнче мĕнле усал ĕç туса хутăр? тет.
(17) Фегора пула тунă ирсĕр ĕç сирĕншĕн сахал-им? Çав çылăхран эпир халиччен те тасалса çитейместпĕр, Çÿлхуçа халăхĕ çавăншăн хĕн тÿсмерĕ-им?
(18) Эсир вара паян Çÿлхуçаран пăрăнатăр! Паян эсир Çÿлхуçана хирĕç тăратăр, ыран вара [Çÿлхуçа] Израилĕн пĕтĕм халăхне çилленĕ;
(19) ытах та сире хăвăр тытса тăракан çĕр таса мар пек туйăнать пулсассăн, эсир Çÿлхуçа çĕрне, Çÿлхуçанăн кĕлĕ чатăрĕ ларакан çĕре, куçăр та пирĕн хушшăмăрта еткер çĕр илĕр, анчах Çÿлхуçанăн, хамăр Туррăмăрăн, парне вырăнĕсĕр пуçне тепĕр парне вырăнĕ туса, эсир Çÿлхуçана хирĕç ан тăрăр, пире хирĕç те ан тăрăр;
(203) ара ывăлĕ Ахан тупаланă япалана илсе, пĕрпĕчченех усал ĕç тумарĕи? çилĕ вара пĕтĕм Израиль халăхĕ çине ÿкмерĕи? йĕркесĕр ĕçĕшĕн вăл хăй пĕччен кăна пĕтмерĕ, тенĕ.
(21) Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем тата Манассиян çур йăхĕ Израиль халăхĕн пин çын пуçлăхĕсене çапла хуравласа каланă:
(22) турăсенĕн Турри Çÿлхуçа, турăсенĕн Турри Çÿлхуçа Хăй пĕлсе тăрать, Израиль те пĕлтĕр! Эхер те эпир Çÿлхуçана хирĕç тăратпăр, Çÿлхуçаран пăрăнатпăр пулсассăн, Çÿлхуçа пире паянах тĕп тутăр!
(23) Эхер те эпир çак парне вырăнне Çÿлхуçаран [хамăр Туррăмăртан] пăрăнас тесе тунă пулсассăн, ун çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне, тырăпулă парни, тăнăçлăх парни кÿрес тесе тунă пулсассăн, пире Çÿлхуçа Хăй айăплатăр!
(24) Эпир çак парне вырăнне шикленнипе турăмăр, каярахпа сирĕн ывăлăрсем пирĕн ывăлăмăрсене: «Сирĕн Израиль Турри çумĕнче мĕн ĕç пур!
(25) Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем, сирĕнпе пирĕн хушшăмăра Çÿлхуçа Иордан шывне чикĕ туса хунă, сире Çÿлхуçаран пай çук» теесрен шикленсе турăмăр. Апла сирĕн ывăлăрсем пирĕн ывăлăмăрсене Çÿлхуçана пуççапма ирĕк паман пулĕччĕç.
(26) Çавăнпа эпир хамăр валли парне вырăнĕ туса лартас терĕмĕр — пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне кÿме мар, ытти парне валли те мар,
(27) çак парне вырăнĕ пирĕнпе сирĕн хушшăмăрти, пирĕнпе сирĕнтен юлакан ăрусем хушшинчи кÿнтелен пултăр: Çÿлхуçана эпир те пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесем те, ытти парнесем те, тав парнисем те кÿме пултарнине пĕлтерсе тăтăр, кайран сирĕн ывăлăрсем пирĕн ывăлăмăрсене: «Сире Турăран пай çук» тесе ан калайччăр терĕмĕр.
(28) Эпир çапла шутларăмăр: эхер те пире, пирĕн ăрусене кайран çапла калас пулсассăн, эпир калăпăр: Çÿлхуçа парни вырăнĕ евĕрлĕскерне куратăри — ăна пирĕн аттемĕрсем пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне кÿме мар, ытти парне кÿме те мар, вăл пирĕнпе сирĕн хушшăмăрта [тата пирĕн ывăлăмăрсем хушшинче] кÿнтелен пултăр тесе тунă тейĕпĕр, терĕмĕр.
(29) Çÿлхуçана хирĕç тăрасси, Çÿлхуçаран пăрăнасси, хамăр Çÿлхуçа Туррăмăрăн кĕлĕ чатăрĕ умĕнчи парне вырăнĕсĕр пуçне тепĕр парне вырăнĕ тăвасси, ун çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне, тырăпулă парни, ытти парне кÿресси пирĕнтен ан пултăр вăл, тенĕ.
(30) Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем, Манассиян çур йăхĕ çапла каланине илтсессĕн, çак сăмахсене пурте — Финеес священник та, унпа пĕрле пынă халăх пуçлăхĕсемпе пинпÿсем те — ырланă.
(31) Вара Финеес — Елеазар ывăлĕ, священник — Рувим ывăлĕсемпе Гад ывăлĕсене тата Манассия ывăлĕсене каланă: паян ĕнтĕ эпир пирĕн хушшăмăрта Çÿлхуçа тăнине, эсир Çÿлхуçа умĕнче ун пек йĕркесĕр ĕç туманнине куртăмăр; эсир халĕ Израиль ывăлĕсене Çÿлхуçа çилли çитесрен хăтартăр, тенĕ.
(32) Унтан вара Елеазар ывăлĕ Финеес священникпа пуçлăхсем Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем [тата Манассиян çур йăхĕ] патĕнчен Ханаан çĕрне Израиль ывăлĕсем патне таврăннă та хăйсене мĕн каланине каласа кăтартнă.
(33) Израиль ывăлĕсем ăна ырланă, вара Израиль ывăлĕсем Турра тав тунă, Рувим ывăлĕсене, Гад ывăлĕсене [тата Манассиян çур йăхне] хирĕç вăрçăпа кайса вĕсем пурăнакан çĕре аркатас тенĕ шухăша пăрахăçланă.
(34) Парне вырăнне вара Рувим ывăлĕсем, Гад ывăлĕсем [тата Манассиян çур йăхĕ] Ед {Кÿнтелен} тесе ят панă, вĕсем: мĕншĕн тесессĕн вăл — пирĕн хушшăмăрти кÿнтелен, вăл Çÿлхуçа пирĕн Туррăмăр иккенне астутарса тăрать, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
23
(1) Çÿлхуçа [Турă] Израиль халăхне пĕтĕм таврари тăшманĕсенчен хÿтĕлесе тăнăçлă пурăнăç панăранпа нумай вăхăт иртсессĕн, Иисус ĕнтĕ ватăлса çитнĕ, сĕм ватлăх патне çитсе тухнă.
(2) Вара Иисус мĕнпур Израиль [ывăлне], аслă çыннисене, пуçлăхĕсене, тÿрисене, халăха пăхса тăракансене чĕнсе илнĕ те каланă: эпĕ ватăлтăм ĕнтĕ, сĕм ватлăха çитрĕм.
(3) Эсир Çÿлхуçа Туррăр çак халăхсене пурне те хăвăр куçăр умĕнче мĕн кăтартнине пĕтĕмпех куртăр ĕнтĕ: Çÿлхуçа Туррăр сирĕншĕн Хăй çапăçрĕ.
(4) Акă эпĕ çакăнта юлнă халăхсен çĕрне те, хам çĕмĕрсе тăкнă пур халăхсен çĕрне те — Иорданран пуçласа хĕвеланăç еннелле Аслă тинĕс хĕррине çитиччен сарăлса выртакан çĕре — сире, шăпа тăрăх, еткерлĕхе валеçсе патăм.
(5) Кунта юлнисене сирĕн умăртан Çÿлхуçа Туррăр Хăй хăваласа ярĕ, [мĕн вĕлеричченех хÿтерĕ; вĕсене, вĕсенĕн патшисене тĕпĕйĕрĕпе пĕтерсе тăкмашкăн вĕсем çине тискер кайăксем ярĕ], Çÿлхуçа Туррăр хăвăра каланă пек, эсир вĕсенĕн çĕрне еткерлĕхе илччĕр тесе, вĕсене сирĕн умăрта пĕтерсе тăкĕ.
(6) Çавăнпа ĕнтĕ Моисей саккунĕн кĕнекинче мĕн çырнине тĕп-тĕрĕс те тимлĕ туса тăрăр, унран сылтăмалла та, сулахаялла та ан пăрăнăр.
(7) Хăвăр хушшăра юлнă халăхсемпе ан хутшăнăр, вĕсен туррисен ячĕсене ан асăнăр, [вĕсен ячĕпе] тупа ан тăвăр, вĕсемшĕн ан ĕçлĕр, вĕсене ан пуççапăр,
(8) ку таранччен пурăннă пек, ÿлĕмрен те Çÿлхуçа Туррăр çумне çыпçăнса пурăнăр.
(9) Çÿлхуçа сирĕн патăртан аслă та вăйлă халăхсене хăваласа ячĕ, паян кунччен сирĕн умăрта никам та тÿссе тăраймарĕ;
(10) сирĕнтен пĕри пин çынна хăвалать, мĕншĕн тесессĕн, хăвăра каланă пек, Çÿлхуçа Туррăр сирĕншĕн Хăй çапăçать. иÇавăнпа та Çÿлхуçа Туррăра пĕтĕм чунчĕререн юратма тăрăшăр.
(12) Эхер те эсир, Унран пăрăнса хăвăр хушшăра юлнă халăхсене иленсессĕн, вĕсемпе хурăнташланса кайса пĕрпĕрин патне çÿреме тытăнсассăн,
(13) пĕлсех тăрăр: ĕнтĕ Çÿлхуçа Туррăр çав халăхсене сирĕн патăртан хăваламĕ, вĕсем хăйсем сирĕншĕн мăйкăчпа таната пулĕç, куçăрсене тăрăнĕç, аякăрсенчен чикĕç, çапла сире Çÿлхуçа Туррăр панă çак ырă çĕр çинчен пĕтерсе тăкĕç.
(14) Акă ĕнтĕ эпĕ çĕр çинчи мĕнпур чун каякан çĕре каятăп. Эсир вара пĕтĕм чĕрĕрпе, пĕтĕм чунăрпа пĕлсе тăратăр: Çÿлхуçа Туррăр сирĕн çинчен каланă мĕнпур ырă сăмахран пĕр сăмахĕ те кăлăх пулмарĕ; сирĕншĕн пĕтĕмпех пурăнăçланчĕ, пĕр сăмахĕ те пурăнăçа кĕмесĕр юлмарĕ.
(15) Анчах та Çÿлхуçа Туррăр хăвăра каланă пур ырă сăмахĕ те сире çитсе тăнă евĕр, Унăн сирĕн тĕлĕшрен каланă усал сăмахĕ те — хăвăра Çÿлхуçа Туррăр панă ырă çĕр çинчен пĕтерсе тăкичченех — çитсе тăрĕ.
(16) Эхер те эсир Çÿлхуçа Туррăр хăвăрпа çураçса хывнă халала пăсса ытти турăсене иленсессĕн, вĕсемшĕн ĕçлеме тытăнсассăн, вĕсене пуççапсассăн, сире Çÿлхуçа çилли çитĕ, вара эсир хăвăра [Çÿлхуçа] панă çак ырă çĕр çинчен часах çухалăр.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
24
(1) Унтан Иисус Израилĕн мĕнпур йăхне, унăн аслă çыннисене, пуçлăхĕсене, тÿрисене, халăха пăхса тăракансене Сихеме чĕнсе пуçтарнă та, вĕсем пурте Турă умне тăнă.
(2) Вара Иисус пĕтĕм халăха каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри акă çапла калать: «Авал сирĕн аçăрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшĕ — юханшыв леш енче пурăннă, урăх турăсене пуççапнă.
(3) Эпĕ сирĕн аçăра Авраама юханшыв леш енчен куçарса килтĕм те пĕтĕм Ханаан çĕрĕ тăрăх ертсе çÿрерĕм, унăн вăрлăхне ĕрчетсе ятăм, ăна Исаак ятлă ывăл патăм.
(4) Исаака Эпĕ ывăлсем — Иаковпа Исава — патăм. Исава еткерлĕхе Сеир тăвне патăм; Иаковпа унăн ывăлĕсем вара Египет çĕрне куçса кайрĕç, [унта аслă, вăйлă, йышлă халăх пулса тăчĕç, анчах вĕсене Египет çыннисем хĕстере пуçларĕç].
(5) Вара Эпĕ вĕсем патне Моисейпе Аарона ятăм, Египет çыннисене хĕнсуран ярса асаплантартăм, кайран сире Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм.
(6) Эпĕ сирĕн аçăрсене Египетран илсе тухрăм, эсир [Хĕрлĕ] тинĕс хĕррине çитрĕр. Çавăн чухне Египет çыннисем сирĕн аçăрсем хыççăн çар ураписемпе, утлă çарпа Хĕрлĕ тинĕс патне çитичченех хăваларĕç;
(7) вĕсем, сирĕн аçăрсем, Турра тилмĕрсе тархасларĕç те, Вăл вара сирĕнпе Египет çыннисем хушшине [пĕлĕтпе] сĕмлĕх антарчĕ, тинĕсе Египет çыннисем çине ячĕ, вĕсене тинĕс хупларĕ. Эпĕ Египетра мĕн тунине эсир хăвăр куçăрпа куртăр. Кайран эсир нумай вăхăт хушши пушхирте çÿрерĕр.
(8) Эпĕ сире Иордан леш енче пурăнакан аморрейсен çĕрне илсе çитертĕм; вĕсем сире хирĕç вăрçăпа тăчĕç, анчах Эпĕ вĕсене сирĕн аллăра ÿкертĕм, çапла эсир вĕсенĕн çĕрне еткерлĕхе илтĕр, Эпĕ вĕсене сирĕн умăрта çĕмĕрсе тăкрăм.
(9) Валак — Сепфор ывăлĕ, Моав патши — пикенсех Израиле хирĕç вăрçа тухрĕ, сире ылханма Веор ывăлне Валаама чĕнтерсе пычĕ;
(10) анчах Эпĕ Валаама итлесшĕн пулмарăм, вара вăл сире пиллĕх пачĕ, Эпĕ сире унăн аллинчен çăлса хăвартăм. пЭсир Иордан урлă каçса Иерихон патне çитрĕр. Иерихон çыннисем, аморрейсем, ферезейсем, Ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирĕнпе вăрçă вăрçма тытăнчĕç, анчах Эпĕ вĕсене сирĕн аллăра ÿкер тĕм.
(12) Эпĕ сирĕн умăртан сăвăслан ятăм, çавсем вĕсене, аморрейсен икĕ патшине, сирĕн патăртан хăваласа ячĕç, санăн хĕçÿпе, санăн уххупа туман ку ĕçе.
(13) Эпĕ сире хăвăр тар тăкса ĕçлесе курман çĕрешыва патăм, хăвăр туса лартман хуласем патăм, халĕ эсир çавăнта пурăнатăр; эсир хăвăр лартса чĕртмен иçĕм çырли пахчисен, çу йывăçĕ пахчисен çимĕçне çиетĕр» тет Турă.
(14) Çапла ĕнтĕ Çÿлхуçаран хăраса тăрăр, Уншăн пĕтĕм таса кăмăлтан, тÿрĕ чунпа ĕçлесе тăрăр; аçăрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуççапса пурăннă турăсене пăрахăр, Çÿлхуçана ĕçлесе тăрăр.
(15) Сирĕн Çÿлхуçана пăхăнас килмест пулсассăн, кама пăхăнассине халĕ суйласа хурăр: юхăм шыв леш енче пурăннă аçăрсем пуççапса пурăннă турăсене пăхăнас тетĕри е хăвăр халĕ пурăнакан çĕрти аморрейсен туррисене пăхăнас тетĕри? эпир вара — эпĕ, манăн кил-йышăм — Çÿлхуçана пăхăнса пурăнăпăр, [мĕншĕн тесессĕн Вăл сăваплă], тенĕ Иисус.
(16) Халăх хуравласа çапла каланă: çук, эпир Çÿлхуçана пăрахса ытти турăсене пăхăнса пурăнасси пулмĕ!
(17) Пирĕн Турă — Çÿлхуçа, Вăл пире, пирĕн аттемĕрсене Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен илсе тухрĕ, пирĕн куç умĕнче темĕн тĕрлĕ хăват паллисем кăтартрĕ, мĕн чухлĕ çÿремерĕмĕр пулĕ, мĕн тĕрлĕ халăх витĕр тухмарăмăр пулĕ, пур çĕрте те пире Вăл сыхласа çÿрерĕ.
(18) Çÿлхуçа пирĕн патăмăртан пур халăхсене те, çак çĕрте пурăнакан аморрейсене те хăваласа ячĕ. Çавăнпа эпир те Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăрăпăр: Вăл — пирĕн Турă, тенĕ.
(19) Иисус халăха каланă: эсир Çÿлхуçа [Турăшăн] ĕçлесе тăраймăр: Вăл — сăваплă Турă, кĕвĕçекен Турă. Вăл сирĕн йĕркесĕр ĕçĕрсемпе çылăхăрсене тÿссе тăраймĕ.
(20) Эхер те эсир Çÿлхуçана пăрахса ют турăсене пăхăнса тăма пуçласассăн, Вăл сирĕн çине хĕнасап ярĕ те сире çапла ырăлăх кăтартнă хыççăн тĕппипе пĕтерсе пăрахĕ, тенĕ.
(21) Вара халăх Иисуса каланă: çук, эпир Çÿлхуçашăн ĕçлĕпĕр, тенĕ.
(22) Иисус халăха каланă: эсир хăвăр валли Çÿлхуçана суйласа илнине, Уншăн ĕçлесе тăма хатĕррине кÿнтелетĕри? тенĕ. Халăх: кÿнтелетпĕр, тенĕ.
(23) Иисус каланă: эппин, хăвăр хушшăрти суя турăсене пăрахăр, хăвăр чĕрĕрсене Израилĕн Çÿлхуçа Турри еннелле çавăрăр, тенĕ.
(24) Халăх Иисуса каланă: хамăрăн Çÿлхуçа Туррăмăршăн ĕçлĕпĕр, Ăна итлĕпĕр, тенĕ.
(25) Вара Иисус, çав кун Сихем хулинче [Израиль Çÿлхуçа Туррийĕн кĕлĕ чатăрĕ умĕнче] халăхпала халал хывса, ăна йĕркесемпе саккун панă.
(26) Иисус çав сăмахсене Турă саккунĕн кĕнекине çырса хунă, унтан пĕр пысăк чул илсе ăна кĕлĕ чатăрĕ çывăхĕнче ларакан юман айне хунă.
(27) Иисус халăха каланă: акă çак чул пирĕн кÿнтелен пулĕ: вăл [паян] Çÿлхуçа пире каланă пĕтĕм сăмаха илтрĕ; эсир [ÿлĕмрен Çÿлхуçа] Туррăр умĕнче суя суяс пулсассăн, вăл сире хирĕç кÿнтелетĕр, тенĕ.
(28) Вара Иисус халăха пурне те харпăр хăй пурăнакан çĕре кайма ирĕк панă.
(29) Çакăн хыççăн Иисус — Нав ывăлĕ, Çÿлхуçа чури — вилнĕ вара, вăл ун чухне çĕр вунă çулта пулнă.
(30) Ана хăйне панă çĕр çинче — Гааш тăвĕнчен çурçĕр енче ларакан Ефрем тăвĕ çинчи ФамнафСараи хулинче — пытарнă. [Унпа пĕрле тупăклăха чул çĕçĕсем хунă: Иисус Израиль халăхне Египетран илсе тухсассăн, Çÿлхуçа хушнипеле, вĕсене Галгал хулинче çав çĕçĕсемпе ÿт каснă пулнă; çав çĕçĕсем халĕ те çавăнтах выртаççĕ.]
(31) Иисус пурăннă чухне те, ун вăхăтĕнче пурăннă, кайран ун хыççăн та пурăнса Израиль халăхĕшĕн Çÿлхуçа мĕнле ĕçсем тунине курса тăнă аслă пуçлăхсенĕн ĕмĕрĕнче те Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана пăхăнса пурăннă.
(32) Израиль ывăлĕсем Египетран илсе тухнă Иосифăн шăммишаккине вара Сихем хулинче — Иаков ĕлĕк Еммор ывăлĕсенчен, Сихем ашшĕнчен, çĕр сикль тÿлесе туяннă хирте, кай ран Иосиф ывăлĕсенĕн пай çĕрне кĕнĕ вырăнта — пытарнă.
(33) [Çакăн хыççăн] Аарон ывăлĕ [аслă священник] Елеазар та вилнĕ, ăна Ефрем тăвĕ çинче, хăйĕн ывăлне Финееса панă сăртлăха, пытарнă.
(34) [Çав кун Израиль ывăлĕсем Турă саккунĕн арчине илсе хăйсемпе пĕрле çĕклесе çÿренĕ; Елеазар вырăнне унăн ывăлĕ Финеес юлнă, вăл мĕн виличченех священник пулнă, ăна хăйĕн хулинче Гаваафра пытарнă.
(35) Израиль ывăлĕсем вара пурте хăйсен çĕрне, хăйсен хулисене таврăннă.
(36) Пурăна киле Израиль ывăлĕсем Астартăпа Астарофа, таврари халăхсен туррисене пуççапа пуçланă; Çÿлхуçа вара вĕсене Моав патши Еглон аллине панă, Еглон вĕсене вунсакăр çул хушши тытса тăнă.]
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] Тухни Левит Йыша шутлани Саккуна астутарни Иисус Навин кĕнеки Израиль тÿрисен кĕнеки Руфь кĕнеки Патшасен пĕрремĕш […]
КилĕштересКилĕштерес