Тухни 8


8

(1) Çÿлхуçа Моисее каланă: фараон патне кай та ăна кала: Çÿлхуçа çапла калать: Манăн халăхăма яр, вăл Мана кĕлтутăр;

(2) эхер те эсĕ кăларса яма килĕшместĕн пулсассăн, акă Эпĕ санăн пĕтĕм тавралăхна çĕр шапи ярса тултарăп; Зçырмара шапа вĕрĕлтетĕ, вĕсем тухĕç те санăн çуртна та, эсĕ çывăракан пÿлĕме те кĕрĕç, вырăну çине те хăпарĕç, санăн чурусен, санăн халăхун çурчĕсене те, санăн кăмакусене те, санăн кăвас чĕресÿсене те кĕрсе тулĕç,

(4) сан çине, санăн халăху çине, санăн пĕтĕм чуру çине шапасем улăхĕç, тет, те.

(5) Çÿлхуçа Моисее каланă: Аарона [хăвăн пиччÿне] кала: туюна тытнă аллуна юханшывсем çине, юхăмсем çине, кÿлĕсем çине тăс та Египет çĕрĕ çине шапа кăлар, те, тенĕ.

(6) Аарон хăйĕн аллине Египет шывĕсем çине тăснă [та шапа кăларнă]; шапа тухса тулнă та Египет çĕрне хупласа илнĕ.

(7) [Египет] ăрăмçисем те ăрăмласа çаплах тунă, Египет çĕрне шапа кăларнă.

(8) Вара фараон Моисейпе Аарона чĕнтерсе илнĕ те каланă: [маншăн] Çÿлхуçана кĕлтăвăр, Вăл ман патăмран, манăн халăхăм патĕнчен шапасене сиртĕр, вара эпĕ Израиль халăхне Çÿлхуçана парне кÿме ярăп, тенĕ.

(9) Моисей фараона каланă: сан патăнтан, [санăн халăху патĕнчен,] санăн çуртусенчен шапа çухалтăр, çырмара анчах юлтăр тесе, саншăн, санăн чурусемшĕн, санăн халăхушăн хăçан кĕлтумаллине мана хăв каласа хур, тенĕ.

(10) Вăл: ыран, тенĕ. Моисей хуравласа каланă: сана пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăр евĕрли урăх никам та çуккине пĕлтерме эсĕ каланă пек пулĕ; “шапасем сан патăнтан, санăн килÿçуртунтан [тата хирÿсенчен], санăн чурусем патĕнчен те, санăн халăху патĕнчен те сирĕлĕç; вĕсем çырмара анчах юлĕç, тенĕ.

(12) Моисейпе Аарон фараон патĕнчен тухнă та, Моисей вара Çÿлхуçа фараон патне янă шапасем тĕлĕшĕнчен Çÿлхуçана чĕнсе кĕлтунă.

(13) Çÿлхуçа ĕнтĕ Моисей ыйтнă пек тунă: [вĕсен] килĕçурчĕсенчи, картишĕсенчи, хирĕсенчи шапасем вилсе пĕтнĕ;

(14) виллисене пухса купаласа хунă та, çĕр шăршланса кайнă.

(15) Фараон çăмăллăх çитнине курнă та, Çÿлхуçа каланă пекех, хăйĕн чĕрине хаярлатнă, вĕсене итлемен.

(16) Çÿлхуçа Моисее каланă: Аарона кала: [аллупа] хăвăн туюна тăс та çĕр тусанне çап, вара [çынсене, выльăхчĕрлĕхе, фараона, унăн килçуртне, унăн чурисене ÿпре сăрса илĕ, пĕтĕм çĕр тăпри] Египет çĕрĕнче ÿпре пулса тăрĕ, те, тенĕ.

(17) Вĕсем çапла тунă та: Аарон хăйĕн туйине тытнă аллине тăсса çĕр тусанне çапнă та — çынсене, выльăхчĕрлĕхе ÿпре пусса илнĕ. Пĕтĕм Египет çĕрĕнчи тусан ÿпре пулса тăнă.

(18) Ăрăмçăсем те ăрăмласа ÿпре кăларма тăрăшнă, анчах пултарайман. Çапла вара çынсем çинче, выльăхчĕрлĕх çинче ÿпре пулнă.

(19) Ĕнтĕ ăрăмçăсем фараона каланă: ку Турă алли, тенĕ. Анчах фараонăн чĕри хаярланса çитнĕ, Çÿлхуçа каланă пекех, вăл вĕсене итлемен.

(20) Çÿлхуçа Моисее каланă: ыран ирех тăр та фараон умне пырса тăр. Акă вăл шыв хĕррине кайĕ, эсĕ ăна: Çÿлхуçа çапла калать, те: Манăн халăхăма яр, вăл [пушхирте] Мана кĕлтутăр;

(21) эхер те Манăн халăхăма ямастăн пулсассăн, акă Эпĕ сан çине, санăн чурусем çине, санăн халăху çине те, санăн килнеçуртна та йытă шăни ярăп, вара Египет çыннисен килĕçурчĕсене те, вĕсем пурăнакан çĕре те йытă шăни тулĕ;

(22) сана Эпĕ [пĕтĕм] çĕрĕн Çÿлхуçа [Турри] иккенне пĕлтермешкĕн çав кун Хамăн халăхăм пурăнакан Гесем çĕрне уйăрса хăварăп, унта йытă шăни пулмĕ;

(23) Эпĕ Хамăн халăхăмпа санăн халăхна уйăрăп. Çакă паллă [çĕр çинче] ыран пулĕ тесе калать, те, тенĕ.

(24) Çÿлхуçа çапла тунă та: фараон килнеçуртне, унăн чурисен килĕçурчĕсене те, пĕтĕм Египет çĕрне те йытă шăни шутсăр кĕрсе тулнă; йытă шăнине пула çĕр пĕтес патнех çитнĕ.

(25) Вара фараон Моисейпе Аарона чĕнтерсе илсе каланă: кайăр та хăвăрăн [Çÿлхуçа] Туррăра çак çĕртех парне кÿрĕр, тенĕ.

(26) Анчах Моисей каланă: апла тума юрамасть, мĕншĕн тесессĕн эпир Çÿлхуçана, хамăрăн Туррăмăра, парне кÿни Египет çыннисемшĕн йĕрĕнчĕклĕ пулĕ; эхер те эпир Египет çыннисемшĕн йĕрĕнчĕклĕ парнене вĕсен куçĕ умĕнчех кÿре пуçласассăн, вĕсем пире чулпа персе вĕлермĕçи?

(27) эпир пушхире виçĕ кунлăх çула кайăпăр, хамăра [Çÿлхуçа] мĕн калĕ, Çÿлхуçана, хамăрăн Туррăмăра, çапла парне кÿрĕпĕр, тенĕ.

(28) Фараон каланă: эпĕ сире хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăра пушхирте парне кÿме ярăп, анчах аякка ан кайăр; [Çÿлхуçана] маншăн кĕлтăвăр, тенĕ.

(29) Моисей каланă: акă эпĕ сан патăнтан тухăп та Çÿлхуçа [Туррăмăра] кĕлтăвăп, вара йытă шăни фараон патĕнчен, унăн чурисем патĕнчен те, унăн халăхĕ патĕнчен те ыранах сирĕлĕ, анчах фараон халăха Çÿлхуçана парне кÿме ямасăр тăрса улталамашкăн чарăнтăр, тенĕ.

(30) Вара Моисей фараон патĕнчен тухнă та Çÿлхуçана кĕлтунă.

(31) Çÿлхуçа Моисей каланă пекех тунă: йытă шăнисене фараон патĕнчен, унăн чурисем патĕнчен, унăн халăхĕ патĕнчен сирсе янă, пĕр шăна та юлман.

(32) Анчах фараон хăйĕн чĕрине хаярлатсах пынă та халăха ку хутĕнче те яман.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s