Тухни 39


39

1 Сăваплă пÿлĕмре кĕлтунă чухне тăхăнмашкăн вĕсем сенкер, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ çăмран священник тумтирĕ тунă; çаплах тата, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Аарон валли сăваплă тумтир тунă.

2 Ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран ефод тунă;

3 вĕсем ылтăнне çапса сарнă та сенкер, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çипсемпе тата виссон çиппипе ăстайлăн хутăштарса тĕртмешкĕн ылтăн çипсем турта-турта кăларнă.

4 Ефода хулпуççи çинче çыхăнтарма тăхасем тунă; çапла унăн икĕ вĕçне те çыхăнтарнă.

5 Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, ефод çийĕнчен çыхмалли пиçиххие те çавăн пекех ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă.

6 Унтан оникс чулĕсене якатса, вĕсем çине пичет çине каснă пек, Израиль ывăлĕсен ячĕсене касса çырса ылтăн харшана лартнă;

7 вара, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Израиль ывăлĕсене асра тытмашкăн вăл вĕсене ефод тăхисем çине çыпăçтарса лартнă.

8 Ăстайлăн ĕçлесе кăкăрлăх тунă, ефод тунă пекех, ăна ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă;

9 вăл тăваткăл пулнă; кăкăрлăха вĕсем икĕ хутлă тунă, тăршшĕне пĕр шит, анлăшне те пĕр шит тунă, вăл икĕ хутлă пулнă;

10 вара ун çине тăватă йĕрке чул лартса тухнă. Йĕркипе: рубин, топаз, изумруд — ку пĕрремĕш йĕрки;

11 иккĕмĕш йĕркинче: карбункул, сапфир тата алмаз;

12 виççĕмĕш йĕркинче: яхонт, ахах тата аметист;

13 тăваттăмĕш йĕркинче: хризолит, оникс тата яспис; вĕсене ылтăн харшасене лартнă.

14 Чулĕсем Израиль ывăлĕсен ячĕсен шучĕ чухлĕ пулнă: вĕсен ячĕсен шучĕ тăрăх, вĕсем вуниккĕ пулнă, кашни чулĕ çине пĕр ятне пичет çине каснă пек касса çырнă, вуникĕ йăхшăн çапла тунă.

15 Кăкăрлăх валли таса ылтăнран явса хулăн вăчăрасем тунă;

16 унтан икĕ ылтăн харша тата икĕ ылтăн ункă туса, икĕ ункине кăкăрлăхăн икĕ вĕçне çыпăçтарса лартнă;

17 вара ылтăнран явса-çыхса тунă вăчăрасене иккĕшне те кăкăрлăхăн икĕ вĕçĕнчи икĕ ункине витĕрнĕ,

18 икĕ вăчăран икĕ вĕçне вара икĕ харшапа çыхăнтарнă та ефод хулпуççийĕ çинчи тăхапа мал енчен çыхăнтарнă;

19 тата икĕ ылтăн ункă туса кăкăрлăхăн тепĕр икĕ вĕçне, ефод çинче выртакан тÿнтер енне, çыпăçтарса лартнă;

20 тата икĕ ылтăн ункă туса вĕсене ефодăн икĕ енне аялтан, пиччĕн енчен, ефод пиçиххийĕнчен çÿлерех, çирĕплетсе лартнă;

21 вара, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, кăкăрлăх ефод пиçиххийĕнчен çÿлерех пултăр, вăл ефод çинчен анса ан кайтăр тесе, ункисенчен ефод ункисем çумне сенкер çăмран тунă кантрапа çыхăнтарнă.

22 Тата ефодпа тăхăнмашкăн пĕтĕмпех сенкер çăмран тĕртнĕ çиелти риза тунă,

23 çиелти риза варрине ана тунă, çухи ан çуркалантăр тесе ун тавра пир хăю тытса çавăрнă;

24 çиелти риза арки вĕçне вĕсем сенкер, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ çăмран нар улмисем туса çакса тухнă;

25 таса ылтăнран шăнкăравсем тунă та шăнкăравĕсене çиелти риза арки тавра улмасем хушшине çакса тухнă;

26 Çÿлхуçа Моисее хушнă пекех, кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли çиелти риза арки тавра шăнкăрав та улма, шăнкăрав та улма пулнă.

27 Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Ааронпа унăн ывăлĕсем валли виссонран хитонсем тĕртсе тунă,

28 кидарне те виссонран, пуç çыххине те виссонран, аялтан тăхăнмалли йĕтĕн кĕпине те пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран,

29 пиçиххине те пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тата сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран эрешлесе тунă.

30 Таса ылтăнран лайăх якатса пĕчĕкçĕ хăма, тасалăх тивлетне кăтартакан çутанкка, тунă, пичет çине касса çырнă пек, ун çине «Туррăн Сăваплă Япали» тесе çырса хунă;

31 вара, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, ăна кидар çумне çÿлтен çыхса хумашкăн ун çумне сенкер çăмран явнă кантра çирĕплетсе хунă.

32 Пуху чатăрĕ валли тумалли пĕтĕм ĕç çапла вĕçленнĕ; Израиль ывăлĕсем пĕтĕмпех тунă: Çÿлхуçа Моисее мĕнле хушнă, çапла тунă та.

33 Вара Моисей патне кĕлĕ чатăрне илсе пынă: унăн виттине, унăн пĕтĕм хатĕр-хĕтĕрне, çекĕлĕсене, пăрăсĕсене, каштисене, юписене, тĕпĕсене,

34 така тирĕнчен, хĕрлĕ тирсенчен, тунă вителĕкĕсене, кăвак тиртен тунă вителĕкĕсене, кармалли чаршава,

35 Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчипе унăн каштисене, унăн хупăлчине,

36 сĕтелпе унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне, Турă умне хунă çăкăрсене,

37 таса ылтăнран тунă çутаткăçа, унăн лампадисене, ун çине лартса тухнă лампадăсене тата унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне, çутмалли йывăç çăвне,

38 ылтăнран тунă парне вырăнне, тасалăх тивлечĕ кÿме сĕрмелли йывăç çăвне, ырă шăршă тĕтĕрмеллине, кĕлĕ чатăрне кĕнĕ çĕре çакмалли чаршава,

39 пăхăртан тунă парне вырăнне, унăн пăхăр решеткине, парне вырăнĕн каштисене, унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне, çăвăнмалли савăтпа унăн тĕпне,

40 картиш каррисене, юпасемпе тĕпĕсене, картиш хапхин чаршавне, вĕренĕсене, шалчисене, пуху чатăрĕнче кĕлĕ тума кирлĕ мĕнпур япалине,

41 сăваплă пÿлĕмре кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли тумтире, Аарон священник валли тунă сăваплă тумтире тата унăн ывăлĕсем валли кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли тумтире илсе пынă.

42 Çÿлхуçа Моисее епле хушнă, Израиль ывăлĕсем çак ĕçсене пурне те çапла тунă та.

43 Ĕнтĕ Моисей пур ĕçе те курнă, акă вĕсем çав ĕçсене пурне те туса пĕтернĕ: Çÿлхуçа епле хушнă, çапла тунă. Вара Моисей вĕсене пилленĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s