Тухни 32


32.

(1) Моисей ту çинчен вăрахчен анманнине курсассăн, халăх Аарон патне пухăннă та ăна каланă: тăр та пире турă туса пар, вăл пирĕн умран пытăрччĕ: хамăра Египет çĕрĕнчен ертсе тухнă çакă çынна, Моисее, мĕн пулнине пĕлместпĕр, тенĕ.

(2) Аарон вĕсене каланă: хăвăр арăмăрсен, ывăлăрсен, хĕрĕрсен хăлхисенчен ылтăн алкисене кăларса илĕр те ман патăма илсе килĕр, тенĕ.

(3) Пĕтĕм халăх хăйĕн хăлхисенчи ылтăн алкасене кăларса илнĕ те Аарон патне илсе пынă.

(4) Вăл çакна вĕсен аллинчен илнĕ те шăратса пăру кĕлетки тунă, ăна каскăчпа якатнă. Вара вĕсем: эй Израиль, акă сана Египет çĕрĕнчен илсе тухнă турру! тенĕ.

(5) Çавна курсассăн, Аарон унăн умне парне вырăнĕ лартса панă, унтан Аарон пĕлтернĕ: ыран Çÿлхуçа уявĕ, тенĕ.

(6) Тепĕр кунне вĕсем ирех тăнă та пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесем кÿнĕ, канăçлăх парнисем илсе пынă; вара халăх ĕçме-çиме ларнă, кайран тăнă та выляма пуçланă.

(7) Çÿлхуçа Моисее каланă: васка [кунтан] анмашкăн, мĕншĕн тесессĕн санăн халăху, эсĕ Египетран илсе тухнă халăху, пăсăлса кайрĕ;

(8) Эпĕ кăтартнă çултан вĕсем часах пăрăнса кайрĕç: хăйсем валли пăру кĕлетки шăратса турĕç, ăна пуççапрĕç, ăна парне кÿчĕç: эй Израиль, акă сана Египет çĕрĕнчен илсе тухнă турру! терĕç, тенĕ.

(9) Çÿлхуçа Моисее тата каланă: Эпĕ ку халăха куратăп, акă вăл — чурăс халăх;

(10) эппин, Ман патăмран кай, Манăн çиллĕм вĕсем çине тăвăлса çиттĕр, вĕсене пĕтерем те санран йышлă халăх ĕрчетем, тенĕ.

(11) Анчах Моисей Çÿлхуçана, хăйĕн Туррине, тархаслама пуçланă, вăл каланă: эй Çÿлхуçамăм, Египет çĕрĕнчен хăватлă вăюпа, çирĕп аллупа илсе тухнă хăвăн халăху çине çиллÿ тăвăлса ан çиттĕрччĕ,

(12) Египет çыннисен: вĕсене Вăл тусем хушшинче вĕлерсе пĕтерме, вĕсене çĕр пичĕ çинчен пĕтерсе тăкма илсе тухнă, тесе каламалла ан пултăрччĕ; Хăвăн çулăмлă çиллÿне пăрса ярсамччĕ, Хăвăн халăхна пĕтерес шухăшна улăштарсамччĕ;

(13) Хăвăн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччĕ, Эсĕ вĕсене Хăвна асăнса тупа туса каланă: сирĕн вăрлăхăра йышлăран та йышлă, тÿпери çăлтăрсем чухлĕ, тăвăп, Эпĕ каланă çакă пĕтĕм çĕре сирĕн вăрлăхăра парăп, [ăна] вĕсем ĕмĕрех тытса тăрĕç, тенĕ.

(14) Çÿлхуçа вара Хăй халăхĕ çине сехмет ярăп тесе каланине улăштарнă.

(15) Моисей каялла çаврăнса ту çинчен аннă; унăн аллинче саккун çырнă икĕ [чул] хăма пулнă, икĕ енне те çырнă пулнă: пĕр енне те, тепĕр енне те çырнă пулнă;

(16) чул хăмасем Турă ĕçĕ пулнă, чул хăмасем çине çырнă çырусем те Турă çырăвĕсем пулнă.

(17) Иисус шавлакан халăх сассине илтнĕ те Моисее каланă: тапăрта вăрçă шавĕ илтĕнет, тенĕ.

(18) Анчах [Моисей]: çук, ку çĕнтерекенсем кăшкăрни те мар, ÿкeкеннисем çухăрни те мар; эпĕ юрлакансен сассине илтетĕп, тенĕ.

(19) Тапăр патне çывăхарсассăн, пăру кĕлеткине тата ташлакансене курсассăн, унăн çилли тăвăлса çитнĕ те, вăл, аллинчи чул хăмасене çĕре вăркăнтарса, вĕсене ту айĕнче çапса çĕмĕрнĕ;

(20) унтан вăл вĕсем тунă пăрăва илнĕ те ăна вут-çулăмпа çунтарса янă, ăна, тусан пек ăвса, шыва сапнă та шывне Израиль ывăлĕсене ĕçме панă.

(21) Моисей Аарона каланă: ку халăх сана мĕн турĕ, мĕншĕн эсĕ ăна пысăк çылăха кĕртрĕн? тенĕ.

(22) Анчах Аарон [Моисее] каланă: манăн хуçамăн çилли тулса ан çиттĕрччĕ; хăвах пĕлетĕн — ку халăх чарусăр.

(23) Вĕсем мана: пире турă туса пар, вăл пирĕн умран пытăрччĕ, мĕншĕн тесессĕн пире Египет çĕрĕнчен илсе тухнă çакă çынна, Моисее, мĕн пулнине пĕлместпĕр, терĕç.

(24) Эпĕ вĕсене: камăн ылтăн пур, хăвăр çинчен хывăр, терĕм. [Вĕсем хыврĕç те] мана пачĕç; эпĕ ăна вутта пăрахрăм та, çакă пăру пулса тăчĕ, тенĕ.

(25) Моисей ĕнтĕ çакă халăх чарусăр иккенне курнă, Аарон ирĕк панипе вăл чарусăрла хăтланнă, тăшманĕсем умĕнче намăса юлнă.

(26) Вара Моисей тапăр хапхи умне тăнă та: хăшĕ Çÿлхуçанăн, [кил] ман патăма! тенĕ. Ун патне Левий ывăлĕсем пурте пухăнса тăнă.

(27) Моисей вĕсене каланă: Çÿлхуçамăр, Израиль Турри, çапла калать: кашнийĕ хăйĕн хĕçне вĕче çумне çакса ярăр, тапăр тăрăх пĕр хапха патĕнчен тепĕр хапха патне çитиччен каллĕ-маллĕ утса тухăр, кашнийĕ хăйĕн тăванне, кашнийĕ хăйĕн тусне, кашнийĕ хăйĕн çывăх çыннине вĕлерĕр, тет, тенĕ.

(28) Левий ывăлĕсем Моисей каланă пек тунă: çав кун халăхран виçĕ пин çынна яхăн пĕтнĕ.

(29) Мĕншĕн тесессĕн Моисей [вĕсене] каланă: паянхи кун хăвăр ывăлăр урлă, хăвăр тăванăр урлă аллăра Çÿлхуçана халаллăр, Вăл сире паян пиллĕх ятăр, тенĕ.

(30) Тепĕр кунне Моисей халăха каланă: эсир пысăк çылăх турăр; эпĕ Çÿлхуçамăр патне улăхам, сирĕн çылăхăра каçарттарса пулмĕ-и, тенĕ.

(31) Моисей каялла Çÿлхуçа патне таврăннă та каланă: эй [Çÿлхуçамăм!] çак халăх пысăк çылăх турĕ: хăй валли ылтăн турă турĕ;

(32) вĕсен çылăхне каçарсам, каçармастăн пулсассăн — мана та Хăвăн кĕнекÿнтен, Хăв çырса хунă çĕртен, кăларса пăрах, тенĕ.

(33) Çÿлхуçа Моисее каланă: Ман умăмра çылăха кĕнĕ çынна Хамăн кĕнекемрен кăларса пăрахăп;

(34) эппин, кай, [аяла ан,] çакă халăха Эпĕ хăвна каланă çĕре ертсе кай; акă Манăн Ангелăм санăн умăнтан пырĕ, Хам пырас кун Эпĕ вĕсене çылăхĕсемшĕн пырса пăхăп, тенĕ.

(35) Аарон туса панă пăрушăн Çÿлхуçа халăха пĕтерсе тухнă.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s