Тухни 29


29

(1) Вĕсене Манăн священниксем пулма халаллас тесессĕн, вĕсем тĕлĕшĕнчен санăн акă мĕн тумалла: ĕне выльăхран пĕр пăру ил, айăпсăр икĕ така ил,

(2) тата тутлăлла çăкăрсем, йывăç çăвĕпе хутăштарса тутлăлла пĕçернĕ çăкăрсем, йывăç çăвĕ сĕрнĕ тутлăлла пашалусем ил: вĕсене тулă çăнăхĕнчен пĕçер,

(3) вĕсене пĕр пĕрнене хурса, пĕрнепе илсе пыр, пăрупа икĕ такине те пĕрлех илсе пыр.

(4) Ааронпа унăн ывăлĕсене вара пуху чатăрне кĕмелли çĕре илсе пыр та вĕсене шывпа çуса тасат.

(5) Вара [сăваплă] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа çиелти риза, ефодпа кăкăрлăх тăхăнтарт, ефод çинчен пиçиххи çыхса яр;

(6) пуçне кидар тăхăнтарт, кидарĕ çине тасалăх тивлетне кăтартакан çутанкка çыпăçтар;

(7) унтан сĕрмелли йывăç çăвĕ ил те унăн пуçĕ çине юхтар, ăна çу сĕр.

(8) Унăн ывăлĕсене те илсе пыр, вĕсене те хитон тăхăнтарт;

(9) вĕсене, Ааронпа унăн ывăлĕсене, пиçиххи çыхса яр, пуç çыххийĕсем çых, вара йĕрке тăрăх священник пуласси ĕмĕрех вĕсене пулĕ; çапла Ааронпа унăн ывăлĕсен аллине тултар.

(10) Пăрăва пуху чатăрĕ умне илсе пыр, [Çÿлхуçа умĕнче пуху чатăрĕн алăкĕ патĕнче] Ааронпа унăн ывăлĕсем хăйсен аллисене пăру пуçĕ çине хуччăр; ппăрăва Çÿлхуçа умĕнче пуху чатăрне кĕнĕ çĕрте пус;

(12) пăру юнне ил те пÿрнÿпе парне вырăнĕн мăйракисене сĕрсе тух, [юлашки] юнне пĕтĕмпех парне вырăнĕн никĕсĕ умне тăк;

(13) ăшĕнчи мĕнпур çăвĕпе пĕверĕ çинчи çу çурхахне, икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне ил те парне вырăнĕ çинче çунтар;

(14) пăру ашне, унăн тирне, унăн тасамарлăхне тапăр тулашĕнче вутçулăмпа çунтарса яр: ку — çылăхшăн кÿнĕ парне.

(15) Пĕр такине ил те, Ааронпа унăн ывăлĕсем аллисене така пуçĕ çине хурĕç;

(16) вара такана пус та, унăн юнне илсе, парне вырăнне пур енчен те сирпĕтсе тух;

(17) такана касса пайла, унăн ăшчиккине, ури тунине [шывпа] çу, вĕсене касса вакланă пайĕсем çине, унăн пуçĕ çине хур;

(18) вара такана парне вырăнĕ çинче пĕтĕмпех çунтарса яр. Ку — Çÿлхуçашăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парне, Çÿлхуçана кÿнĕ ырă шăршăллă парне.

(19) Тепĕр такине те илсе пыр, Ааронпа унăн ывăлĕсем аллисене така пуçĕ çине хурĕç;

(20) вара такана пус та, унăн юнне илсе, Ааронăн сылтăм хăлхин хĕррине, унăн ывăлĕсен сылтăм хăлхисен хĕррине сĕр тата вĕсен сылтăм аллисен пуç пÿрнине, сылтăм урисен пуç пÿрнине сĕр; унтан парне вырăнне пур енчен те юн сирпĕтсе тух;

(21) парне вырăнĕ çинчи юна тата сĕрмелли йывăç çăвне ил те Аарон çине, унăн тумтирĕ çине, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем çине, ывăлĕсен тумтирĕ çине сирпĕт — вара вăл та, унăн тумтирĕ те, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, вĕсен тумтирĕсем те тасалăх тивлечĕ илĕç.

(22) Така çăвĕпе хÿре чикки çăвне ил, ăшĕнчи çăвне, пĕвер çинчи çу çурхахне, икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне тата сылтăм хулне ил [мĕншĕн тесессĕн вăл — священник тивлетне панă чухне кÿрекен така],

(23) Çÿлхуçа умĕнчи пĕрнерен пĕр çаврака çăкăр, йывăç çăвĕпе хутăштарнă çăнăхран пĕçернĕ пĕр пашалу тата пĕр тутлăлла çăкăр ил,

(24) вара пурне те Аарон алли çине, унăн ывăлĕсен алли çине хур, çакна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿр;

(25) ăна вĕсен алли çинчен ил те парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнепе пĕрле çунтарса яр, ырă шăрши Çÿлхуçа умĕнче пултăр: ку — Çÿлхуçана кÿнĕ парне.

(26) Аароншăн кÿмелли така ăмрине ил те ăна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿр — çакă санăн паю пулĕ;

(27) Ааронпа унăн ывăлĕсемшĕн памалли такан силлентерсе кÿнĕ ăмрипе çĕклентерсе панă хулне тасалăх тивлечĕ кÿр —

(28) çакă Израиль ывăлĕсен Ааронпа унăн ывăлĕсене ĕмĕрех парса тăмалли пайĕ пулĕ, мĕншĕн тесессĕн ку — çĕклентерсе кÿрекен парне; çĕклентерсе панине Израиль ывăлĕсенчен [Израиль ывăлĕсем] канăçлăх парни кÿнĕ чухне илмелле, ку — вĕсем Çÿлхуçана кÿрекен парне.

(29) Аароншăн тунă сăваплă тумтир ун хыççăн кайран унăн ывăлĕсене тивĕçĕ; вĕсене çав тумтире тăхăнтартса, çу сĕрсе, священник тивлетне парĕç;

(30) Аарон ывăлĕсенчен пĕри, унăн вырăнне пулас [ас лă] священник — сăваплă пÿлĕмре кĕлĕ тумашкăн пуху чатăрне кĕрес çын — çав тумтире çичĕ кун хушши тăхăнса çÿремелле.

(31) Парне такине ил те унăн ашне сăваплă çĕрте пĕçер;(32) Ааронпа унăн ывăлĕсем çав така ашне тата пĕрнерен çăкăр илсе пуху чатăрĕн алăкĕ умĕнче çиччĕр:

(33) вĕсен хăйсене тасатнă чухне, хăйсене священник пулма халалланă чухне тата хăйсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ чухне панă парнене хăйсенех çимелле; ăна урăх çын ан çитĕр, вăл сăваплă япала;

(34) священника кĕртнĕ чухнехи парне ашĕпе çăкăр ирччен юлас пулсассăн, юлашкине вутçулăм çинче çунтарса яр: ăна çиме юрамасть, вăл сăваплă япала.

(35) Ааронпа унăн ывăлĕсем тĕлĕшĕнчен пурне те Эпĕ хăвна хушнă пек ту; çичĕ кун хушши вĕсен аллине тултар.

(36) Вĕсене тасатмашкăн кулленех çылăхшăн пăру кÿрсе тăр, парне вырăнне тасатмашкăн ун çинче çылăх парни кÿр, ăна тасалăх тивлечĕ кÿмешкĕн ăна тата çу сĕр;

(37) парне вырăнне çичĕ кун тасат, ăна тасалăх тивлечĕ кÿр, вара парне вырăнĕ аслă сăваплă япала пулĕ: парне вырăнне сĕртĕнекенни пурте тасалăх тивлечĕ илĕ.

(38) Парне вырăнĕ çинче эсĕ акă çакна кÿрĕн: [яланхи парне валли] кулленкун вĕçĕмех [айăпсăр] пĕр çулхи икĕ путек кÿрĕн;

(39) пĕр путеккине ирхине кÿр, тепĕр путеккине каçхине кÿр,

(40) путек пуçне чĕрĕк гин чухлĕ чи паха йывăç çăвĕпе хутăштарнă пĕр Ефа тулă çăнăхĕн вуннăмĕш пайне тата парне çине юхтармашкăн чĕрĕк гин эрех илсе кил;

(41) тепĕр путеккине каçхине кÿр: ирхинехи пекех, çăнăх парнипе тата парне çине юхтармаллипе пĕрле кÿр, ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр.

(42) Çакă — сирĕн сыпăкран сыпăка пуху чатăрĕн алăкĕ умĕнче, Çÿлхуçа умĕнче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли яланхи парне, санпа калаçмашкăн Эпĕ сире çавăнта курăнăп;

(43) Израиль ывăлĕсене çавăнта курăнăп, çав вырăн Манăн мухтавлăхăмпа сăваплă пулĕ.

(44) Пуху чатăрĕпе парне вырăнне тасалăх тивлечĕ кÿрĕп; Ааронпа унăн ывăлĕсене те, священниксем туса, Хамшăн ĕçлесе тăмашкăн тасалăх тивлечĕ парăп;

(45) Израиль ывăлĕсем хушшинче пурăнăп, вĕсенĕн Турри пулăп,

(46) вара вĕсем Эпĕ Çÿлхуçа, хăйсенĕн Турри, иккенне, Эпĕ вĕсене Хам вĕсем хушшинче пурăнассишĕн Египет çĕрĕнчен илсе тухнине пĕлĕç. Эпĕ Çÿлхуçа, вĕсенĕн Турри, тенĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s