Тухни 20


20

(1) Турă [Моисее] çакă сăмахсене V каланă:

(2) Эпĕ Çÿлхуçа, сана Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухнă Турру.

(3) Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр.

(4) Йĕрĕх ан ту, çÿлте тÿпери япаласенĕн, аялта çĕр çинчи япаласенĕн, çĕртен аяларах шыври япаласенĕн паллинесăнне, кĕлеткине ан ту;

(5) вĕсене ан пуççап, вĕсене ан пăхăн: Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, кĕвĕçекен Турă — Эпĕ Хама курайман ашшĕсен айăпĕшĕн ачисене виççĕмĕш, тăваттăмĕш сыпăкне çитиччен хаса паратăп,

(6) Хама юратакансене, Манăн ÿкĕтĕмсене пурăнăçласа тăракансене пин сыпăка çитичченех ырăлăх паратăп.

(7) Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, ятне вырăнсăр ан асăн, Çÿлхуçа Хăйĕн ятне вырăнсăр асăнакана хасасăр хăвармĕ.

(8) Шăматкуна уяма астусах тăр;

(9) ултă кун ĕçле, [çав кунсенче] хăвăн мĕнпур ĕçне ту;

(10) çиччĕмĕш кунĕ Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, шăмат пултăр: çавă кун эсĕ хăв та, санăн ывăлу та, хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, [вăкăру та, ашаку та, пур тĕрлĕ] выльăхучĕрлĕхÿ те, санăн çуртăнта пурăнакан ютран килнĕ çын та нимĕнле ĕç те ан тăвăр, пмĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа тÿпепе çĕре, тинĕсе тата унта мĕн пуррине пурне те ултă кун хушши пултарнă, çиччĕмĕш кунне канлĕхлĕ тунă; Çÿлхуçа шăматкуна çавăнпа пилленĕ, ăна тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.

(12) Аçупа аннÿне хисепле, вара [хăвна лайăх пулĕ тата] хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан çĕр çинче кунçулу вăрăм килĕ.

(13) Ан вĕлер.

(14) Ан аскăнлан.

(15) Ан вăрла.

(16) Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле.

(17) Çывăх çыннун килçуртне ан хапсăн; çывăх çыннун арăмне ан ăмсан, [унăн уйнехирне те,] унăн арçын чурине те, хĕрарăм чурине те, вăкăрне те, ашакне те, [унăн кирек хăш выльăхне те,] çывăх çыннун мĕн пуррине нимĕнне те ан хапсăн, тенĕ.

(18) Пĕтĕм халăх аслати авăтнине, вутçулăма, трупа сассине, мăкăрланса тăракан тăва курса тăнă; çавна курсассăн [пĕтĕм] халăх каялла чакса аяккалла кайса тăнă.

(19) Вара Моисее каланă: пирĕнпе эсĕ калаç, эпир сана итлĕпĕр, анчах пирĕнпе Турă ан калаçтăрччĕ, пирĕн вилес марччĕ, тенĕ.

(20) Моисей халăха каланă: ан хăрăр; Турăран хăрамаллине хăйсемех курччăр тесе, çылăх ан туччăр тесе Турă [сирĕн патăра] сире сăнаматĕрĕслеме килчĕ, тенĕ.

(21) [Мĕнпур] халăх аякра тăнă, Моисей вара сĕмлĕхе, Турă тăракан тĕле, кĕрсе кайнă.

(22) Çÿлхуçа Моисее каланă: çапла кала [Иаков килне, пĕлтер] Израиль ывăлĕсене: эсир Эпĕ сире тÿперен епле каланине куртăр;

(23) Манăн умăмра кĕмĕл турăсем е ылтăн турăсем ан тăвăр, хăвăр валли ан тăвăр:

(24) Ман валли парне вырăнĕ çĕртен ту, хăвăн пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнÿне, хăвăн канăçлăх парнÿне, хăвăн сурăхусене, вăкăрусене çавăн çинче кÿр; Эпĕ Хамăн ятăма пуççапма палăртнă кирек мĕнле вырăнта та Эпĕ сан патна пырăп, сана пиллĕп;

(25) эхер те Ман валли парне вырăнĕ чултан тăвас пулсассăн, ăна чутланă чулсенчен ан ту, мĕншĕн тесессĕн пурттуна вĕсем çине хурсассăнах эсĕ вĕсене ирсĕрлетĕн;

(26) Манăн парне вырăнĕ патне картлашкапа ан улăх, ун умĕнче санăн çарамасу ан уçăлтăр.

Advertisements

One thought on “Тухни 20

  1. […] (2) Эпĕ Çÿлхуçа, сана Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухнă Турру. (3) Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр. (4) Йĕрĕх ан ту, çÿлте тÿпери япаласенĕн, аялта çĕр çинчи япаласенĕн, çĕртен аяларах шыври япаласенĕн паллинесăнне, кĕлеткине ан ту; (5) вĕсене ан пуççап, вĕсене ан пăхăн: Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, кĕвĕçекен Турă — Эпĕ Хама курайман ашшĕсен айăпĕшĕн ачисене виççĕмĕш, тăваттăмĕш сыпăкне çитиччен хаса паратăп, (6) Хама юратакансене, Манăн ÿкĕтĕмсене пурăнăçласа тăракансене пин сыпăка çитичченех ырăлăх паратăп. [Тухни 20] […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s