Тухни 17


17

(1) Çÿлхуçа хушнипе Израиль ывăлёX / сен пĕтĕм халăхĕ Син пушхирĕнчен тухса хăйсен çулĕпе кайнă та кайран Рефидимра тапăрăн вырăнаçса ларнă; унта халăх валли ĕçме шыв пулман.

(2) Халăх Моисее ÿпкеленĕ: ĕçмешкĕн шыв парăр пире, тенĕ. Моисей вĕсене: мĕн эсир мана ÿпкелетĕр? мĕншĕн Çÿлхуçана сăнатăр? тенĕ.

(3) Халăх унта шывсăр антăхнă, халăх Моисее ÿпкелесе каланă: мĕншĕн эсĕ пире Египетран илсе тухрăн? пире, пирĕн ачасене, пирĕн кĕтÿсене шывсăр асаплантарса вĕлермеи? тенĕ.

(4) Моисей Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă: ку халăха манăн мĕн тăвас? кăштахран акă мана чулпа персе вёлерĕç, тенĕ.

(5) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: халăх умĕнчен ут, хăвпа пĕрле Израилĕн хăшпĕр аслă çыннисене ил, аллуна хăв шыва çапса уйăрнă туюна тыт та — кай;

(6) акă Эпĕ унта, Хоривра, сан умна чул хысакĕ çине тăрăп, эсĕ çав чула çап та, ун ăшĕнчен шыв тапса тухĕ, халăх ĕçĕ, тенĕ. Израилĕн аслă çыннисен куçĕ умĕнче Моисей çапла тунă.

(7) Израиль ывăлĕсем ÿпкелешнине пула, вĕсем: пирĕн хушшăмăрта Çÿлхуçа пури, çуки? тесе Çÿлхуçана сăнанине пула çав вырăна Масса тата Мерива* тесе ят панă.

(8) Амалик çыннисем çитнĕ те Рефидимра Израиль çыннисемпе çапăçнă.

(9) Моисей Иисуса каланă: [хастар] арсем суйласа * Сăнани, ÿпкелешни. ил те каи, амаликсемпе тытаç; ыран эпе сăрт тăррине тăрăп, манăн аллăмра Турă туйи пулĕ, тенĕ.

(10) Иисус хăйне Моисей каланă пек тунă: амаликсемпе çапăçма [кайнă]; Моисей, Аарон тата Ор сăрт тăррине улăхса тăнă. пМоисей хăйĕн аллисене çĕклесе тăнă чухне Израиль çĕнтерсе пынă, аллисене аялалла ярсассăн, Амалик çĕнтере пуçланă;

(12) анчах Моисейĕн аллисем йывăрланса çитнĕ, вара чул илнĕ те ăна Моисей айне хунă, вăл чул çине ларнă. Ааронпа Ор унăн аллисене пĕри пĕр енчен, тепĕри тепĕр енчен тытса тăнă. Çапла унăн аллисене хĕвел аничченех çÿлелле çĕклесе тăнă.

(13) Иисус вара Амаликпа унăн халăхне çивĕч хĕçпе пĕтерсе тăкнă.

(14) Çÿлхуçа Моисее каланă: астуса тăма çакна кĕнекене çырса хур; тата Иисуса пĕлтер: Эпĕ амаликсен ятне çĕр çинчен пĕтĕмпех пĕтерĕп, тенĕ.

(15) Моисей вара [Çÿлхуçана] парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ тунă, ăна Яхве Нисси* тесе ят панă.

(16) Вăл çапла каланă: алăра — Çÿлхуçа ялавĕ, Çÿлхуçанăн Амалика хирĕç пыракан вăрçи — сыпăкран сыпăка, тенĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s