Тухни 15


15

(1) Çÿлхуçана мухтаса юрлатăп: Вăл аслă мухтава тухрĕ; унăн утне те, юланутçине те тинĕсе путарчĕ.

(2) Çÿлхуçамăм — манăн тĕрекĕм, манăн чапăм, Вăл мана çăлса хăварчĕ. Вăл — манăн Туррăм, Ăна аслăласа мухтăп; Вăл — манăн аттемĕн Турри, Ăна аслă мухтава кăларăп.

(3) Çÿлхуçа — вăрçă арĕ, Яхве Унăн ячĕ.

(4) Фараонăн ураписене, унăн çарне Вăл тинĕсе путарчĕ, унăн чаплă çар пуçлăхĕсем Хĕрлĕ тинĕсе путса вилчĕç.

(5) Тĕпсĕр авăрсем хупларĕç вĕсене; тинĕс тĕпне чул пек анса кайрĕç вĕсем.

(6) Эй Çÿлхуçамăм, сылтăм аллу хăйĕн хăвачĕпе чапа тухрĕ; эй Çÿлхуçамăм, санăн сылтăм аллу тăшмана тĕп турĕ.

(7) Хăвăн мухтавлăхун аслăлăхĕпе Эсĕ Хăвна хирĕç çĕкленнисене аяла турăн. Хăвăн çиллÿне ятăн та Эсĕ, вăл вĕсене улăм пĕрчи пек çунтарса ячĕ.

(8) Эсĕ вĕрнĕ сывлăшпала шыв икĕ енне уйăрăлса тăчĕ, шыв хÿме пек тăчĕ, тинĕс тĕпĕнчи тĕпсĕр авăрсем хытса ларчĕç.

(9) Тăшман каларĕ: «хăвалам, çитем, тупăш уйăрам; чунăм вĕсемпе тăранĕ; хĕçĕме туртса кăларам, аллăм вĕсене тĕп тăвĕ» терĕ.

(10) Сывлăшупа вĕртĕн те — вĕсене тинĕс хупласа хучĕ: вĕсем аслă шыва хура тăхлан пек путса анчĕç.

(11) Эй Çÿлхуçамăм, Сан евĕрли кам пур турăсем хушшинче? Сăвапу аслă, мухтаву виçесĕр, Эсĕ — кĕтретсем Тăваканĕ, кам пур çавăн евĕрли?

(12) Эсĕ сылтăм аллуна тăсрăн та, вĕсене çĕр çăтса ячĕ.

(13) Ху хăтарнă çакă халăха Эсĕ Хăвăн ырăлăхупа ертсе пыратăн, Хăвăн хăватупа Хăвăн сăваплăхун çуртне ертсе каятăн.

(14) Халăхсем илтрĕç те чĕтĕресе тăраççĕ: Филисти çыннисен сехри хăпрĕ;

(15) ун чухне Эдом пуçлăхĕсем аптăраса ÿкрĕç, Моав çулпуçĕсем сехĕрленчĕç, Ханаан çыннисем пурте хуйха ÿкрĕç.

(16) Хăраччăр вĕсем, сехĕрленччĕр; Санăн халăху иртсе пынă чухне, эй Çÿлхуçамăм, Хăв хăтарнă çакă халăху иртсе пынă чухне, Санăн вăюхăватупа вĕсем чул пек хытса тăччăр.

(17) Эй Çÿлхуçамăм, Хăвăн тивĕçлĕ тăву çине, Хăвна валли Ху çурт тунă вырăна, Хăвăн аллусем пултарнă сăваплă вырăна, эй Патшамăр, илсе кĕр ăна, çавăнта вырăнаçтар ăна!

(18) Çÿлхуçа ĕмĕрех, ĕмĕрĕмĕрĕпех Патша пулĕ.

(19) Фараонăн çар урапиллĕ учĕсем, унăн юланутçисем тинĕсе кĕрсессĕн, Çÿлхуçа тинĕс шывне вĕсем çинелле янă, Израиль ывăлĕсем вара тинĕс варринчи типĕ çĕртен каçса кайнă.

(20) Çавăн чухне Мариам пророк, Аарон аппăшĕ, аллине тÿнкĕр тытнă, ун хыççăн пĕтĕм хĕрарăм тÿнкĕр çапса, хĕпĕртесесавăнса тухнă.

(21) Мариам вĕсен умĕнче çапла мухтаса юрланă: Çÿлхуçамăра мухтаса юрлăр, Вăл аслă мухтава тухрĕ, унăн утне, юланутçине тинĕсе путарчĕ.

(22) Моисей Израиль халăхне Хĕрлĕ тинĕс патĕнчен ертсе кайнă та, вĕсем Сур пушхирне çитсе кĕнĕ; вĕсем виçĕ кун пушхир тăрăх пынă, анчах шыв тупайман;

(23) Меррăна çитнĕ, анчах Меррăри шыва ĕçеймен, мĕншĕн тесессĕн вăл йÿçĕ пулнă, çавăнпа ку [вырăна] Мерра* ят панă * Йÿçĕлĕх. та.

(24) Халăх Моисее ÿпкелесе: пирĕн мĕн ĕçес? тенĕ.

(25) [Моисей] Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă та, Çÿлхуçа ăна йывăç кăтартнă, вăл вара ăна шыва пăрахнă та — шыв тутлăланнă. Çавăнта Турă халăха йĕркесем панă, саккун панă тата ăна çавăнта сăнанă.

(26) Ăна каланă: эсĕ Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, сăмахне итлесе пурăнсассăн, Унăн куçĕ умĕнче юравлă ĕçсем туса тăрсассăн, Унăн ÿкĕчĕсене ăнласа пырсассăн, Унăн пĕтĕм йĕркине тытса пурăнсассăн, Эпĕ сан çине Египет çине янă чирсенчен пĕр чирне те ямăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Çÿлхуçа [санăн Турру], сана сыватаканĕ, тенĕ.

(27) Унтан вĕсем Елим çĕрне çитнĕ; унта вуникĕ çăлкуçĕ пулнă, çитмĕл финик йывăçĕ ÿснĕ, çавăнта шыв çывăхне тапăрăн ларса тухнă.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s