Тухни 14


(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене кала, çаврăнса пырса, вĕсем ПиГахироф тĕлне, Мигдолпа тинĕс хушшине, ВаалЦефон умне тапăрăн ларса тухчăр; тапăра çавна хирĕç, тинĕс хĕррине лартăр.

(3) Фараон [хăйĕн халăхне] Израиль ывăлĕсем çинчен: вĕсем ку çĕрте аташса кайрĕç, вĕсене пушхир хупса хучĕ, тейĕ.

(4) Эпĕ фараон чĕрине хаярлантарса ярăп та, вăл вёсем хыççăн хăвала пуçлĕ, вара фараонпа унăн мĕнпур çарĕ çинче Хамăн мухтавлăхăма кăтартăп; ун чухне вара Египет çыннисем [пурте] Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тенĕ. Çапла тунă та.

(5) Египет патшине халăх тарнă тесе хыпар тунă; фараонăн тата унăн чурисен чĕри çакă халăха хирĕç кÿтсе çитнĕ, вĕсем: эпир капла мĕн туса хутăмăр? Израиль çыннисене мĕншĕн кăларса ятăмăрха, вĕсем пирĕншĕн ан ĕçлеччĕр тесеи? тенĕ.

(6) [Фараон] хăйĕн çар урапине кÿлнĕ те халăхне хăйпе пĕрле ертсе кайнă;

(7) çар ураписене чи лайăххисене ултçĕр урапа илнĕ, Египетри мĕнпур çар урапине, вĕсен пуçлăхĕсене пурне те илсе кайнă.

(8) Çÿлхуçа фараонăн, Египет патшин, [та I та унăн чурисен] чĕрине хаярлантарса янă, вăл вара Израиль ывăлĕсем хыççăн хăваласа кайнă; Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ хăватлă алă хÿттипе пынă.

(9) Египет çыннисем, фараонăн çар урапи кÿлнĕ учĕсем, юланутçисем, унăн пĕтĕм çарĕ вĕсем хыççăн хăваласа кайнă, халăх ун чухне тинĕс хĕррине, ПиГахироф çывăхне, ВаалЦефон умне вырăнаçса ларнă пулнă, вĕсене çавăнта хăваласа çитнĕ.

(10) Фараон çывăхарса пынă, Израиль ывăлĕсем çаврăнса пăхнă та — акă Египет çыннисем вĕсем хыççăн килеççĕ; вара Израиль ывăлĕсем сехĕрленсе ÿкнĕ те Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă, ивĕсем Моисее каланă: Египетра тупăк çуким, эсĕ пире пушхире вилме илсе килтĕни? Египетран илсе тухса эсĕ пире мĕн кăтартрăн?

(12) Эпир сана Египетра та çакнах каламарăмăри: хăвар пире, эпир Египет çыннисемшĕнех ĕçлесе пурăнар, темерĕмĕри? Мĕншĕн тесессĕн пушхирте виличчен пирĕншĕн Египет çыннисем патĕнче чуралăхра пулни авантарахчĕ, тенĕ.

(13) Анчах Моисей халăха каланă: ан хăрăр, çирĕп тăрăр — акă Çÿлхуçа çăлăнăçне курăр, çакна Вăл халĕ сирĕншĕн тăвĕ, халĕ хăвăр куракан Египет çыннисене урăх ĕмĕрне те курас çук;

(14) Çÿлхуçа сирĕншĕн çĕнтерсе пырĕ, эсир вара лăпкă пулăр, тенĕ.

(15) Çÿлхуçа Моисее каланă: мĕн эсĕ Мана кăшкăрса чĕнетĕн? Израиль ывăлĕсене кала, вĕсем утчăр,

(16) эсĕ туюна çĕкле те аллуна тинĕс çине тăс, ăна икĕ еннелле уйăр, Израиль ывăлĕсем тинĕс варринчен типĕ çĕртен каçса кайĕç;

(17) Эпĕ [фараонпа мĕнпур] Египет çыннисен чĕрине хаярлатса ярăп, вĕсем вара сирĕн хыççăн кайĕç; çапла фараон çинче, унăн пĕтĕм çарĕ çинче, унăн урапаллă çарĕ çинче, унăн юланутçисем çинче Хамăн мухтавлăхăма кăтартăп;

(18) Хамăн мухтавлăхăма фараон çинче, унăн урапаллă çарĕ çинче, унăн юланутçисем çинче кă тартсассăн, Египет çыннисем [пурте] Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тенĕ.

(19) Израиль [ывăлĕсен] тапăрĕ умĕнчен пыракан Турă Ангелĕ тапранса кайнă та вĕсен хыçĕнчен пыра пуçланă; пĕлĕт юпа та, вĕсен умĕнчен тапранса, вĕсен хыçне пырса тăнă;

(20) Египет тапăрĕпе Израиль [ывăлĕсен] тапăрĕ хушшине тăнă: пĕрисемшĕн хура пĕлĕт те сĕм тĕттĕмлĕх пулнă, тепĕрисемшĕн каç тĕттĕмне çутатса тăнă, вара пĕрисем тепĕрисем патне çĕр каçичченех çывăхарайман.

(21) Моисей хăйĕн аллине тинĕс çине тăснă та, Çÿлхуçа тинĕсе çĕрĕпех тухăç енчен вĕрекен вăйлă çилпе хăвалаттарса тинĕс вырăнне типĕ çĕр туса хунă, шывĕ уйăрăлса тăнă.

(22) Израиль ывăлĕсем вара тинĕс варрипе типĕ çĕртен кайнă: вĕсен сылтăм енче те, сулахай енче те шыв хÿме пек тăнă.

(23) Египет çыннисем вĕсене хăвала пуçланă, фараонăн учĕсем, çар ураписем, юланутçисем вĕсем хыççăн тинĕс варрине кĕрсе кайнă.

(24) Ирхи хурал вăхăтĕнче Çÿлхуçа Египет çарĕ çине вут юпа ăшёнчен, пĕлĕт юпа ăшĕнчен пăхнă та Египет çарне пăлхатса янă;

(25) вĕсен çар ураписен кустăрмисене кусайми тунă, çавăнпа вĕсене аранаран сĕтĕрсе пынă. Вара Египет çыннисем: Израиль çыннисенчен тарар, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа вĕсен хутне кĕрсе Египет çыннисене çĕнтерсе пырать, тенĕ.

(26) Çÿлхуçа Моисее каланă: аллуна тинĕс çине тăс, шыв ĕнтĕ Египет çыннисем çине, вĕсен урапаллă çарĕ çине, вĕсен юланутçисем çине кайтăр, тенĕ.

(27) Моисей аллине тинĕс çине тăснă та, ир тĕлне шыв хăй вырăнне таврăннă; Египет çыннисем вара [шыва] хирĕç чупнă. Египет çыннисене Çÿлхуçа тинĕс варринче çапла путарнă.

(28) Шыв каялла юхса пынă та Израиль çыннисем хыççăн тинĕсе кĕнĕ фараонăн пĕтĕм çарне, урапаллă çарне, юланутçисене хупласа хунă; вĕсенчен пĕри те хăтăлса юлайман.

(29) Израиль ывăлĕсем вара тинĕс варрипе типĕ çĕртен каçса кайнă: шыв вĕсен сылтăм енче те хÿме пек [тăнă], сулахай енче те [хÿме пек] тăнă.

(30) Çав кун Çÿлхуçа Израиль халăхне Египет çыннисен аллинчен хăтарнă, Израиль [ывăлĕсем] тинĕс хĕрринче Египет çыннисем вилĕ выртнине курнă.

(31) Вара Израиль çыннисем Çÿлхуçа Египет çыннисем çинче кăтартнă хăватлă алла курнă, халăх Çÿлхуçаран хăраса ÿкнĕ, Çÿлхуçана тата Моисее, Унăн чурине, ĕненме пуçланă. Моисейпе Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана мухтаса, çапла каласа, çак юрра юрланă:

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s