Тухни 12


12

(1) Çÿлхуçа Египет çёрёнче Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

(2) çак уйăх сирĕн уйăхсенĕн пуçламăшĕ пултăр, вăл çулталăк уйăхĕсем хушшинчи пĕрремĕш уйăх пултăр.

(3) Израиль [ывăлĕсен] пĕтĕм халăхне калăр: çак уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче кашни кил-йыш пĕр путек суйласа илтĕр, кил-йыш пуçне пĕрер путек илĕр;

(4) эхер те кил-йышĕ ытла пĕчĕк пулсассăн, путекне çисе яраймасть пулсассăн, хăйĕн çывăх кÿршипе пĕрлешсе, çын шутне кура илтĕр: кашнийĕ мĕн чухлĕ çиессе шайласа путек илĕр.

(5) Сирĕн путекĕр айăпсăр пултăр, така пултăр, пĕр çулхискер пултăр; вăл сурăх путекки е качака путекки пултăр,

(6) вăл путек сирĕн çак уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕччен сыхă тăтăр; вара Израилĕн пĕтĕм халăхĕ ăна каçпала пустăр,

(7) унăн юнне илсе, ăна çиме пуçтарăннă килĕрсенче алăксен икĕ янахĕпе урлавне сĕрсе тухчăр;

(8) унăн ашне, вутçулăм çинче пĕçернĕскере, çав каçах çисе яччăр; ăна тутлăлла çăкăрпа, йÿçĕ курăксемпе çиччĕр;

(9) ăна пиçнĕпиç мен е шывпа пĕçерсе ан çийĕр, вутçулăм çинче пĕçерсе пуçĕпе урисене тата ăшнечиккине çийĕр;

(10) ирччен унран нимĕн те ан хăварăр, [унăн шăммисене ан ватăр,] унран ирччен мĕн юлнине вутра çунтарса ярăр. пÇиессе ăна çапла çийĕр: пилĕкĕре çыхнă пултăр, урăрсене сырнă пултăр, туйăрсем аллăрсенче пулччăр, ăна васкаварлăн çийĕр: ку — Çÿлхуçа Пасхи.

(12) Эпĕ шăпах çак каç Египет çĕрĕ витĕр тухăп, Египет çĕрĕнче малтан çуралнисене пурне те — çыннисенчен пуçласа выльăхĕчĕрлĕхĕ таранчченех — вĕлерсе тухăп, Египетăн пур туррине те сут тăвăп. Эпĕ Çÿлхуçа.

(13) Эсир пурăнакан килĕрсем çинче паллă, юн, пулĕ, юна курăп та сирĕн тĕлтен иртсе кайăп, Эпĕ Египет çĕрне пĕтернĕ чухне сирĕн хушшăрта тĕп тăвакан чир пулмĕ.

(14) Çакă кун сирĕншĕн асăнмалăх кун пултăр, [пур] сыпăкăрта та çав кун Çÿлхуçашăн уяв тăвăр; ку — ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке, ăна çапла уявласа тăрăр.

(15) Çичĕ кун хушши тутлăлла çăкăр çийĕр; килĕрти йÿçĕлле çăкăра пĕрремĕш кунах пĕтерĕр, мĕншĕн тесессĕн пĕрремĕш кунран пуçласа çиччĕмĕш куна çитиччен йÿçĕлле çăкăр çиекен чуна Израиль хушшинчен пĕтерĕç.

(16) Пĕрремĕш кун сирĕн сăваплă пуху пултăр, çиччĕмĕш кунне те сăваплă пуху пултăр: çав кунсенче нимĕнле ĕç те тумалла мар; кам мĕн çиет, сирĕн пĕр çавна çеç хатĕрлеме юрать.

(17) Тутлăлла çăкăр уявне туса тăрăр, мĕншĕн тесессĕн шăп çакă кун Эпĕ сирĕн халăхăра Египет çĕрĕнчен кăлартăм, çакă куна ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке тăрăх сыпăкран сыпăка уяса тăрăр.

(18) Пĕрремĕш уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕн каçĕнчен пуçласа çав уйăхăн çирĕм пĕрремĕш кунĕн каçĕччен тутлăлла çăкăр çийĕр;

(19) сирĕн килĕрсенче çичĕ кун йÿçĕ чуста пулмалла мар, мĕншĕн тесессĕн кам йÿçĕлле çăкăр çиет, çав чуна — вăл ют çĕртен килнĕскери е çуралнăранпах çав çĕрте пурăнаканскери — Израиль [ывăлĕсен] халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç.

(20) Йÿçĕтсе пĕçернине нимĕн те ан çийĕр; хăвăр кирек ăçта пулсан та тутлăлла çăкăр çийĕр, тенĕ.

(21) Моисей Израиль [ывăлĕсен] пур аслă çыннине чĕнсе пуçтарнă та вĕсене каланă: килĕрйышăр тăрăх хăвăр валли путек суйласа илĕр те пасха пусăр;

(22) пĕр пайăрка иссоп илсе, ăна савăтри юнпа йĕпетĕр те алăксен урлавĕпе икĕ янахне çав савăтри юнпа сĕрсе тухăр; ирччен хăвăр çуртăр алăкĕнчен никам та ан тухăр.

(23) Çÿлхуçа Египета пĕтерме кайĕ, Çÿлхуçа алăк урлавĕпе икĕ янахĕ çинчи юна курĕ те алăк çумĕнчен иртсе кайĕ, пĕтермĕше сирĕн килĕрсене кĕртмĕ, сире пĕтерме памĕ.

(24) Çакна хăвăршăн, хăвăр ывăлăрсемшĕн ĕмĕрлĕх саккун вырăнне хурса астуса тăрăр.

(25) Турă Хăй каланă пек, эсир хăвăра Çÿлхуçа парас çĕре кĕрсессĕн, çакă йĕркене тытса, уяса тăрăр.

(26) Хăвăр ачăрсем сире: ку мĕнле йĕрке? тесессĕн,

(27) [вĕсене] çапла калăр: ку — Çÿлхуçашăн кÿрекен пасха парни, Египет çыннисене пĕтернĕ чухне Вăл Израиль ывăлĕсен çурчĕсем çумĕнчен иртсе кайрĕ, пирĕн килĕмĕрсене хăтарчĕ, тейĕр, тенĕ. Халăх чĕркуçленсе ларса, ÿксе пуççапнă.

(28) Вара Израиль ывăлĕсем кайнă та мĕн каланине тунă: Çÿлхуçа Моисейпе Аарона епле хушнă, çапла тунă та.

(29) Çур çĕр тĕлĕнче Çÿлхуçа Египет çĕрĕнчи мĕнпур малтанхи ачана — аслă пукан çинче ларакан фараонăн малтанхи ывăлĕнчен пуçласа тĕрмере лараканăн малтанхи ывăлĕ таранчченех — вĕлерсе тухнă, малтан çуралнă выльăхчĕрлĕхе те пĕтернĕ.

(30) Çĕрле фараон хăй те, унăн пур чури те, пĕтĕм Египет та вăраннă; [пĕтĕм] Египет çĕрĕнче кăшкăрсауласа йĕнĕ, мĕншĕн тесессĕн кашни çуртра виле выртнă.

(31) Вара [фараон] Моисейпе Аарона çĕрлех чĕнтерсе илнĕ те [вĕсене] каланă: тăрăр та манăн халăхăм хушшинчен тухса кайăр, эсир хăвăр та, Израиль ывăлĕсем те кайăр, хăвăр каланă пек, Çÿлхуçана [хăвăр Туррăра] кайса кĕлтă I вăр;

(32) хăвăр каланă пекех, вак выльăхăра та, шултăра выльăхăра та илĕр; кайăр та мана та пиллĕх парăр, тенĕ.

(33) Вара Египет çыннисем халăха çак çĕртен хăвăртрах кăларса ярас тесе хистенĕ; вĕсем: эпир пурте вилсе пĕтетпĕр, тенĕ.

(34) Халăх хăйсен чустине йÿçсе çитичченех йăтса кайнă; тумтирĕпе чĕркесе çыхнă кăвас чĕресĕсене хулпуççийĕ çине лартса пынă.

(35) Моисей каланă пек туса, Израиль ывăлĕсем Египет çыннисенчен кĕмĕл япаласемпе ылтăн япаласем тата тумтир ыйтнă.

(36) Çÿлхуçа вара [Хăйĕн] халăхне Египет çыннисен куçĕ умĕнче ырăлăх тунă: вĕсем ăна мĕн ыйтнине панă, вăл çапла Египет çыннисен пурлăхне пухса тухса кайнă.

(37) Вара Израиль ывăлĕсем Раамсесран Сокхофа тухса кайнă: ачасемсĕр пуçне ултçĕр пин таран çуран арçын пынă;

(38) вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ халăх çыннисем питĕ нумаййăн тухнă, вак выльăх, шултăра выльăх, темĕн пысăкăш кĕтÿ, тухнă.

(39) Египетран илсе тухнă чустаран вĕсем тутлăлла пашалу пĕçернĕ: чусти йÿçсе те ĕлкĕреймен, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Египетран хăваласах кăларса янă, вĕсем тăхтаса тăма пултарайман, çул çине хăйсем валли апат та хатĕрлесе ĕлкĕреймен.

(40) Израиль ывăлĕсем [тата вĕсен ашшĕсем] Египетра [тата Ханаан çĕрĕнче] пурăннă вăхăт пурĕ тăватçĕр вăтăр çул пулнă.

(41) Тăватçĕр вăтăр çул иртсессĕн шăп çав кунхине çĕрле Çÿлхуçанăн пĕтĕм çарĕ Египет çĕрĕнчен тухса кайнă.

(42) Хăйсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнăшăн çак каç çĕрĕпе çывăрмасăр Çÿлхуçана асăнмалла; ĕмĕрĕпе сыпăкран сыпăка пĕтĕм Израиль халăхĕ çак каç çĕрĕпе çывăрмасăр Çÿлхуçана асăнтăр.

(43) Çÿлхуçа Турă Моисейпе Аарона каланă: Пасха йĕрки акă: урăх йăх çынни ăна никам та çимелле мар;

(44) ÿтне кассассăн, ăна кĕмĕл парса туяннă кирек мĕнле чура та çиме пултарать;

(45) куçса килнĕ çыннăн, тара кĕрĕшнĕ çыннăн ăна çиме юрамасть.

(46) Ăна пĕр килте çимелле, [ирччен нимĕн те ан хăварăр,] ашне пÿртрен илсе ан тухăр, унăн шăммисене ан ватăр.

(47) Çакна Израиль [ывăлĕсен] пĕтĕм халăхĕ туса пыма тивĕçлĕ.

(48) Эхер те сан патна ютран килнĕ çын пырса вырăнаçас пулсассăн, вăл Çÿлхуçашăн Пасха тăвасшăн пулсассăн, унăн килĕнчи пĕтĕм арçыннин ÿтне кас, вара вăл Пасха тума тытăнтăр, çак çĕрте çуралса ÿснĕ çын пекех пултăр; ÿтне касман çыннăн ăна нихăшĕн те çимелле мар;

(49) çак çĕрте çуралса ÿснĕ çыншăн та, сирĕн хушшăра ютран килсе вырăнаçнă çыншăн та пĕр саккун пултăр, тенĕ.

(50) Вара Израиль ывăлĕсем мĕн каланине тунă: Çÿлхуçа Турă Моисейпе Аарона епле хушнă, çапла тунă та.

(51) Шăп çав кун Çÿлхуçа ушкăнăнушкăнăн йĕркеленсе тăнă Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s