Левит


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Моисейĕн Виççĕмĕш Кĕнеки

Левит

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Пай 1

(1) Çÿлхуçа Турă Моисее пуху чатăрĕнчен чĕнсе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсе не пĕлтер, кала вĕсене: сирĕн хушшăртан кам та пулин Çÿлхуçана парне кÿрес тесессĕн, вăл выльăхчĕрлĕх парни пулсассăн, хăвăр парнĕре шултăра тата вак выльăх кÿрĕр.

(3) Унăн парни пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмел ли шултăра выльăх пулсассăн, айăпсăр ар выльăх кÿтĕр; Çÿлхуçа умĕнче ырăлăх тупмашкăн вăл ăна пуху чатăрĕн алăкĕ умне çавăтса пытăр;

(4) хăйĕн аллине пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли выльăх пуçĕ çине хутăр — вара вăл çылăхĕсенчен тасалмашкăн ырăлăх илĕ;

(5) унтан пăрăвне Çÿлхуçа умĕнче пустăр; Аарон ывăлĕсем, священниксем, унăн юнне илсе пыччăр та пуху чатăрне кĕрекен çĕрте ларакан парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухчăр;

(6) ун хыççăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне выльăхĕн тирне сÿсе илтĕр те ăна пайăнпайăн касса ваклатăр;

(7) Аарон ывăлĕсем, священниксем, парне вырăнĕ çинче вутçулăм чĕртсе, ун çине вутă купаласа хуччăр;

(8) Аарон ывăлĕсем, священниксем, парне вырăнĕ çинчи вутçулăм çине купаланă вутă çийĕн парне пайĕсене, пуçне, ăш çăвне сарса хуччăр;

(9) парне выльăхĕн ăш-чиккине, урисене вăл шывпа çуса тасаттăр, священник вара пурне те парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр: çакă — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парне, унăн ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пулĕ.

(10) Унăн пĕтĕмĕшпе çунтарса [Çÿлхуçана] кÿмелли парни вак выльăх, сурăх е качака, пулсассăн, айăпсăр ар выльăх кÿтĕр, [унăн пуçĕ çине хăйĕн аллине хутăр,] пăна Çÿлхуçа умĕнче парне вырăнĕн çурçĕр енче пустăр; Аарон ывăлĕсем, священниксем, унăн юнĕпе парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухчăр;

(12) вара унăн пуçне, ăш çăвне уйăрса илсе, ăна пайăнпайăн касса ваклаччăр; çакна священник парне вырăнĕ çинчи вутçулăм çине купаланă вутă çийĕн сарса хутăр,

(13) ăш-чиккипе урисене шывпа çуса тасаттăр, вара священник çакна пурне те илсе пырса парне вырăнĕ çинче çунтарса ярĕ: çакă — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парне, унăн ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пулĕ.

(14) Вăл вĕçен кайăка пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿрет пулсассăн, çав парне улатăпа е çамрăк кăвакарчăн пултăр;

(15) священник ăна парне вырăнĕ патне илсе пытăр, унăн мăйне пăрса хуçтăр та парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр, юнне парне вырăнĕ айккине юхтарса кăлартăр;

(16) унăн пĕсехине тĕкĕсемпе пĕрле татса илтĕр те парне вырăнĕн тухăç енне, кĕл выртакан çĕре, пăрахтăр;

(17) çунаттине ан таттăр, хуçтăр çеç, вара священник ăна парне вырăнĕ çинчи вутçулăм çине купа ланă вутă çинче çунтарса ятăр: çакă — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парне, унăн ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пулĕ.

Пай 2

(1) Кам та пулин Çÿлхуçана тырăпулă парни кÿрес тесессĕн, тулă çăнăхĕ илсе пытăр, ун çине йывăç çăвĕ юхтартăр, ун çине ливан хутăр,

(2) ăна Аарон ывăлĕсем, священниксем, патне илсе пытăр, йывăç çăвĕпе хутăштарнă çăнăха священник мĕнпур ливанĕпе пĕрле ывăç тулли ăсса илтĕр те çакна парне вырăнĕ çинче асăнмалăх çунтарса ятăр; çакă — Çÿлхуçашăн кăмăллă, ырă шăршăллă парне; Зытти, тырăпулă парнинчен юлни, Ааронпа унăн ывăлĕсене пулĕ: Çÿлхуçана кÿрекен парнесенчен çакă вăл — аслă сăваплă парне.

(4) Тырăпулă парнине кăмакара пĕçернĕ çимĕç кÿретĕн пулсассăн, йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕнчен тутлăлла пĕçернĕ çăкăрсем тата йывăç çăвĕ сĕрнĕ тутлăлла пашалусем кÿр.

(5) Эсĕ хăвăн тырăпулă парнине çатма çинче пĕçернĕ çимĕç кÿретĕн пулсассăн, ăна йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕнчен тутлăлла пĕçермелле;

(6) ăна татăкăнтатăкăн хуç та ун çине йывăç çăвĕ юхтар: çакă [Çÿлхуçана] кÿнĕ тырăпулă парни пулĕ.

(7) Эсĕ хăвăн тырăпулă парнине чÿлмекре пĕçерсе паратăн пулсассăн, ăна йывăç çăвĕпе хутăштарнă тулă çăнăхĕнчен тумалла,

(8) çакăн пек тунă парнÿне Çÿлхуçана кÿр; ăна священника кÿрсе пар, вăл ăна парне вырăнĕ умне илсе пырĕ;

(9) священник çак парнерен асăнмалăх пай илĕ те парне вырăнĕ çинче çунтарса ярĕ: çакă — Çÿлхуçашăн кăмăллă, ырă шăршăллă парне;

(10) ытти, тырăпулă парнинчен юлни, Ааронпа унăн ывăлĕсене пулĕ: Çÿлхуçана кÿрекен парнесенчен çакă вăл — аслă сăваплă парне. “Çÿлхуçана кÿрекен тырăпулă парни пĕри те йÿçĕлле ан пултăр, мĕншĕн тесессĕн йÿçĕтсе тунă çимĕç те, пыл та сирĕн çунтарса кÿмелли парне пулмалла мар;

(12) вĕсене эсир Çÿлхуçана малтан ĕлкĕрнĕ тырăпулă çимĕçĕсене кÿнĕ пек кÿрĕр, вĕсене парне вырăнĕ çине хумалла мар.

(13) Хăвăн пур тĕрлĕ тырăпулă парнине те тăварпа тăварла, парнÿне хăвăн Турру панă халал тăварĕсĕр ан хăвар: кирек хăш парнÿне панă чухне те [хăвăн Çÿлхуçа Турруна] тăвар кÿр.

(14) Çÿлхуçана малтан ĕлкĕрнĕ çимĕçсенчен тырăпулă парни кÿретĕн пулсассăн, малтан ĕлкĕрнĕ тыррун пучахĕсене вутçулăм çинче типĕтсе, пĕрчисене тÿсе парне кÿр;

(15) ун çине йывăç çăвĕ юхтар, ун çине ливан хур: ку — тырăпулă парни;

(16) священник, çав пĕрчĕсемпе йывăç çăвĕнчен асăнмалăх пай илсе, ăна мĕнпур ливанĕпе пĕрле çунтарса ярĕ: çакă — Çÿлхуçана кÿмелли парне.

Пай 3

(1) Унăн парни канăçлăх парни пулсассăн, парнине вăл шултăра ар выльăх е ама выльăх кÿрет пулсассăн, Çÿлхуçана айăпсăр выльăх кÿтĕр,

(2) аллине парне выльăхĕн пуçĕ çине хутăр, ăна пуху чатăрĕн алăкĕ умĕнче пусса пăрахтăр; Аарон ывăлĕсем, священниксем, унăн юнне парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухчăр; (3) канăçлăх парнинчен вăл вар ÿчĕ çинчи çăвне, пĕтĕм ăш-чик çăвне,

(4) икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне, пĕççи çинчи çăвне тата пĕверĕ çинчи çу çурхахне Çÿлхуçана парне кÿтĕр; çаксене вăл пÿрисемпе пĕрле уйăрса илтĕр;

(5) вара Аарон ывăлĕсем çакна парне вырăнĕ çинче, вутçулăм çине купаланă вутă çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнепе пĕрле çунтарса ярĕç: ку — Çÿлхуçашăн кăмăллă, ырă шăршăллă парне.

(6) Вăл Çÿлхуçана канăçлăх парни вак выльăх, ар выльăх е ама выльăх, кÿрет пулсассăн, айăпсăр выльăх кÿтĕр.

(7) Хăй парас парнене вăл сурăх кÿрет пулсассăн, ăна Çÿлхуçа умне илсе пытăр,

(8) аллине парне выльăхĕн пуçĕ çине хутăр, вара ăна пуху чатăрĕ умĕнче пусса пăрахтăр, Аарон ывăлĕсем унăн юнне парне вырă нĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухчăр; «канăçлăх парнинчен вăл унăн çăвне, вĕче шăмми таранах касса кăларнă хÿре чикки çăвне, вар ÿчĕ çинчи çăвне, пĕтĕм ăш-чик çăвне,

(10) икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне, пĕççи çинчи çăвне тата пĕверĕ çинчи çу çурхахне Çÿлхуçана парне кÿтĕр; çаксене вăл пÿрисемпе пĕрле уйăрса илтĕр; псвященник çакна парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр; çакă вутçулăм апачĕ — Çÿлхуçана кÿмелли парне.

(12) Парнине вăл качака кÿрет пулсассăн, ăна Çÿлхуçа умне илсе пытăр,

(13) аллине унăн пуçĕ çине хутăр, вара ăна пуху чатăрĕ умĕнче пусса пăрахтăр, Аарон ывăлĕсем унăн юнне парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухчăр;

(14) çак парнинчен вар ÿчĕ çумĕнчи çăвне, пĕтĕм ăш-чик çăвне,

(15) икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне, пĕççи çинчи çăвне тата пĕверĕ çинчи çу çурхахне Çÿлхуçана парне кÿтĕр; çаксене вăл пÿрисемпе пĕрле уйăрса илтĕр;

(16) вара священник çакна парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр: çакă вутçулăм апачĕ — [Çÿлхуçашăн] кăмăллă, ырă шăршăллă парне; пĕтĕм çăвĕ Çÿлхуçана.

(17) Çакă сирĕн пур килĕрçуртăрта та сыпăкран сыпăка ĕмĕре пымалли йĕрке: нимĕнле çу та, нимĕнле юн та ан çийĕр, тенĕ.

Пай 4

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене кала: кам та пулин йăнăшпа Çÿлхуçанăн хăш та хăш ÿкĕтне хирĕç çылăх тусассăн, тума кирлĕ маррине мĕн те пулин тусассăн, Зе тата çу сĕрсе суйланă священник çылăха кĕрсе халăха айăплă тусассăн, вăл хăй тунă çылăхĕшĕн Çÿлхуçана çылăх парни памашкăн шултăра выльăхран айăпсăр пăру кÿтĕр,

(4) пăрăвне пуху чатăрĕн алăкĕ патне, Çÿлхуçа умне, çавăтса пытăр, аллине пăру пуçĕ çине хутăр, вара пăрăва Çÿлхуçа умĕнче пусса пăрахтăр;5

(6) священник хăйĕн пÿрнине юн ăшне чиксе кăлартăр та сăваплă пÿлĕмĕн чаршавĕ умĕнче Çÿлхуçа умĕнче çичĕ хут çав юнпа сирпĕттĕр;

(7) унтан священник Çÿлхуçа умĕнче пуху чатăрĕнчи ырă шăршă тĕтĕрмелли парне вырăнĕн мăйракисене [пăру] юнĕпе сĕртĕр, юлашки юнне пуху чатăрне кĕрекен çĕрте ларакан пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне вырăнĕн никĕсĕ çумне тăктăр;

(8) çылăхшăн кÿрекен пăру ăшĕнчен вăл унăн вар ÿчĕ çинчи çăвне, пĕтĕм ăш-чик çăвне,

(9) икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне, пĕççи çинчи çăвне тата пĕвер çинчи çу çурхахне кăларса илтĕр; çаксене вăл пÿрисемпе пĕрле уйăрса илтĕр,

(10) канăçлăх парнине кÿнĕ пăруран уйăрса илнĕ пек уйăртăр; вара священник çакна пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр; ипăру тирне, унăн мĕнпур ашне пуçĕуримĕнĕпе, унăн ăш-чиккине, тасамарлăхне,

(12) пĕтĕм пăрăвне тапăр тулашĕнчи кĕл тăкакан вырăна, таса çĕре, илсе тухтăр, ăна вутă çинче вутçулăмпа çунтарса ятăр: кĕл тăкакан вырăнта çунса кайтăр.

(13) Пĕтĕм Израиль халăхĕ йăнăшпа çылăха кĕрес пулсассăн, çылăхне пĕтĕм пуху куçĕнчен пытарса хăварсассăн тата тума кирлĕ маррине туса Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене хирĕç мĕн те пулин тусассăн, çапла айăплă пулса тăрсассăн,

(14) вĕсем тунă çылăх çиеле тухсассăн, вĕсем пĕтĕм халăхран çылăх парни шултăра выльăх, пăру, кÿччĕр, ăна пуху чатăрĕ умне çавăтса пыччăр;

(15) вара халăх пуçлăхĕсем Çÿлхуçа умĕнче аллисене пăру пуçĕ çине хуччăр, пăрăвне Çÿлхуçа умĕнче пусса пăрахчăр.

(16) Çу сĕрсе суйланă священник пăру юнне пуху чатăрне илсе кĕтĕр,

(17) унтан священник хăйĕн пÿрнине [пăру] юнĕ ăшне чиксе кăлартăр та [сăваплă пÿлĕмĕн] чаршавĕ умĕнче Çÿлхуçа умĕнче çичĕ хут çав юнпа сирпĕттĕр,

(18) унтан пуху чатăрĕнче Çÿлхуçа умĕнче ларакан [ырă шăршă тĕтĕрмелли] парне вырăнĕн мăйракисене çав юнпа сĕртĕр, юлашки юнне пуху чатăрне кĕнĕ çĕрте ларакан пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕн никĕсĕ çумне тăктăр;

(19) ун ăшĕнчен мĕнпур çăвне кăларса илтĕр те парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр;

(20) çылăхшăн кÿрекен пăру тĕлĕшĕнчен мĕнле тунă, çак пăру тĕлĕшĕнчен те çапла тутăр: ăна çапла тумалла, священник вĕсене çапла туса тасатĕ, вара вĕсен çылăхĕ каçарăнĕ;

(21) пăрăвне тапăр тулашне илсе тухтăр та малтанхи пăрăвне çунтарса янă пек çунтарса ятăр. Çакă вăл — пĕтĕм халăх çылăхĕшĕн кÿрекен парне.

(22) Халăх пуçлăхĕ çылăха кĕрес пулсассăн, йăнăшпа Çÿлхуçанăн, хăйĕн Туррийĕн, ÿкĕчĕсене хирĕç тума юраманнине мĕн те пулин туса айăпа юлсассăн,

(23) вăл хăй мĕнле çылăх туса çылăха кĕнине ăнланса илсессĕн, парне кÿме айăпсăр качака таки илсе пытăр,

(24) аллине качака таки пуçĕ çине хутăр, вара ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнесене Çÿлхуçа умĕнче пусакан çĕрте пусса пăрахтăр: ку — çылăх парни;

(25) священник çылăх парнийĕн юнĕ çине пÿрнипе пуçса илсе пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕн мăйракисене сĕртĕр, юлашки юнне пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕн никĕсĕ çумне тăктăр;

(26) канăçлăх парнийĕн çăвне çунтарса янă пек, унăн мĕнпур çăвне çунтарса ятăр; священник ăна çапла çылăхĕнчен тасатĕ, вара унăн çылăхĕ каçарăнĕ.

(27) Çак çĕрти халăх хушшинчен кам та пулин йăнăшпа çылăха кĕрсессĕн, Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене хирĕç тума юраманнине мĕн те пулин туса айăпа юлсассăн,

(28) вăл, хăй мĕнле çылăх туса çылăха кĕнине ăнланса илсессĕн, тунă çылăхĕшĕн парне кÿме айăпсăр качака илсе пытăр,

(29) аллине çылăхшăн кÿрекен парне выльăхĕн пуçĕ çине хутăр, вара çылăхшăн парне кÿме [качакана] пĕтĕмĕшпе çунтар са кÿмелли парнесене [пусакан çĕрте] пусса пăрахчăр;

(30) унтан священник унăн юнĕ çине пÿрнипе пуçса илсе пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕн мăйракисене сĕртĕр, юлашки юнне парне вырăнĕн никĕсĕ çумне тăктăр;

(31) канăçлăх парнийĕн çăвне уйăрса илнĕ пек, унăн мĕнпур çăвне уйăрса илтĕр, священник ăна парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр, унăн ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пулĕ; священник ăна çапла тасатĕ, вара унăн çылăхĕ каçарăнĕ.

(32) Çылăх парнине вăл сурăх кĕтĕвĕнчен кÿрес тесессĕн, айăпсăр ама выльăх кÿтĕр,

(33) аллине çылăхшăн кÿрекен парне выльăхĕн пуçĕ çине хутăр, вара ăна çылăх парни памашкăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнесене пусакан çĕрте пусса пăрахтăр;

(34) священник çак çылăх парнийĕн юнĕ çине пÿрнипе пуçса илсе пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕн мăйракисене сĕртĕр, юлашки юнне парне вырăнĕн никĕсĕ çумне тăктăр;

(35) канăçлăх парнине кÿнĕ сурăх çăвне уйăрса илнĕ пек, унăн мĕнпур çăвне уйăрса илтĕр, Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн священник çакна парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр; священник ăна çылăхран, çылăха кĕнинчен çапла тасатĕ, вара унăн çылăхĕ каçарăнĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Пай 5

(1) Кам та пулин ылханакан сасса илтсе кÿнтелен пулса е курса, е пĕлсе тăрса ыттисене каласа кăтартмасăр çылăха кĕрсессĕн, вăл хăй çине çылăх илĕ.

(2) Е тата пĕрпĕр таса мар япалана, е таса мар тискер кайăк виллине, е таса мар выльăхчĕрлĕх виллине, е таса мар çĕлен-калта виллине сĕртĕнсессĕн, хăй çавна пĕлмен пулсассăн та, вăл таса мар, вăл айăплă.

(3) Е тата çыннăн ирсĕрлентерекен кирек мĕнле тасамарлăхне сĕртĕнсессĕн те, хăй çавна пĕлмен пулсассăн та, анчах кайран пĕлсессĕн, вăл айăплă.

(4) Кам та пулин, пĕр шухăшламасăр пĕрпĕр ĕç тума тупа тăвакан çын пек, пĕр шухăшламасăр усал ĕç е ырă ĕç тума тупа тусассăн, хăй çавна пĕлмен пулсассăн та, анчах кайран пĕлсессĕн, вăл çав ĕçре айăплă.

(5) Вăл çакна хăшне те пулин туса айăплă пулсассăн, кайран хăй тунă çылăхне йышăнса каласа парать пулсассăн,

(6) хăй тунă çылăхшăн Çÿлхуçана ÿкĕнĕç парни вак выльăх, сурăх е качака, кÿтĕр, вара священник ăна çылăхĕнчен тасатĕ.

(7) Унăн сурăх кÿме халĕ çитеймест пулсассăн, хăй çылăхĕшĕн Çÿлхуçана ÿкĕнĕç парни кÿме икĕ улатăпа е икĕ çамрăк кăвакарчăн патăр: пĕри — çылăх парни, тепĕри пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне пултăр;

(8) çакна вăл священник патне илсе пытăр, [священник] вара çав вĕçен кайăксенчен çылăхшăн памаллине малтан кÿтĕр, вăл унăн пуçне мăйĕнчен пăрса хуçтăр, анчах татсах ан илтĕр;

(9) çак çылăх парни юнĕпе вăл парне вырăнĕн аяккисене сирпĕттĕр, юлашки юнне парне вырăнĕн никĕсĕ çумне юхтартăр: ку — çылăх парни;

(10) хунă йĕрке тăрăх, тепĕрне пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿтĕр; священник ăна çылăхран, çылăха кĕнинчен çапла тасатĕ, вара унăн çылăхĕ каçарăнĕ. иУнăн икĕ улатăпа е икĕ çамрăк кăвакарчăн куме те халĕ çитеймест пулсассăн, хăй çылăха кĕнĕшĕн çылăх парни кÿме пĕр Ефа тулă çăнăхĕн вуннăмĕш пайне кÿтĕр; ун çине йывăç çăвĕ ан ятăр, ун çине ливан та ан хутăр, мĕншĕн тесессĕн ку — çылăх парни;

(12) ăна священник патне илсе пытăр, священник çавăнтан асăнмалăх тулли ывăç ăсса илтĕр те Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр: ку — çылăх парни;

(13) вăл çав ĕçсене хăшне те пулин туса çылăха кĕнĕ пулсассăн, священник ăна çылăхĕнчен çапла тасатĕ, вара унăн çылăхĕ каçарăнĕ; тырăпулă парни пек, [юлашки юлни] священника пулĕ, тенĕ.

(14) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(15) кам та пулин йĕркесĕр ĕç тусассăн, Çÿлхуçана халаллани тĕлĕшĕнчен йăнăшпа çылăх тусассăн, Çÿлхуçана вăл хăй çылăхĕшĕн сурăх кĕтĕвĕнчен айăпсăр така кÿтĕр, ÿкĕнĕç парни пама, эсĕ хак хунă тăрăх, таса сикль виçипе кĕмĕл сикль кÿтĕр;

(16) çав сăваплă япалашăн тавăрса патăр — вăл ун тĕлĕшĕнчен çылăх тунă; ун çумне тата унăн хакĕн пиллĕкмĕш пайне хуштăр та священника патăр, священник ăна ÿкĕнĕç парни пама кÿнĕ такапа тасатĕ, вара унăн çылăхĕ каçарăнĕ.

(17) Кам та пулин çылăха кĕрсессĕн, тума юраманнине туса Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене хирĕç мĕн те пулин тусассăн, пĕлмен пирки айăпа кĕрсе хăй çине çылăх илсессĕн,

(18) ÿкĕнĕç парни кÿмешкĕн священник патне вăл, эсĕ хак хунă тăрăх, айăпсăр така илсе пытăр, вара священник çав çын пĕлмесĕр тунă ĕçе пăрахăçлĕ те, унăн çылăхĕ каçарăнĕ.

(19) Çакă вăл — Çÿлхуçа умĕнче айăпа кĕнĕшĕн кÿмелли ÿкĕнĕç парни, тенĕ.

Пай 6

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) кам та пулин çылăха кĕрсессĕн, Çÿлхуçа умĕнче йĕркесĕр ĕç тусассăн, хăйне шанса панине е хăй патне хунине, е хăй вăрланине йăхташĕ умĕнче тунсассăн, е йăхташне улталасассăн, Зе тата çухатнă япалана тупса унран тунсассăн, е, суя тупа туса çылăха кĕрекен çын пек, пĕрпĕр ĕç тĕлĕшĕнчен суйса тупа тусассăн,

(4) çапла çылăх туса айăпа кĕрсессĕн, мĕн вăрланине е мĕн туртса илнине, е хăйне шанса панине, е хăй тупнă япалине тавăрса патăр;

(5) е мĕн çинчен те пулин суя тупа тунă пулсассăн, вăл пĕтĕмпех тавăрса патăр, ун çумне тата унăн пиллĕкмĕш пайне хушса, япали камăн пулнă, çав çынна ÿкĕнĕç парни кÿнĕ кун патăр;

(6) хăйĕн айăпĕшĕн Çÿлхуçана ÿкĕнĕç парни кÿмешкĕн священник патне сурăх кĕтĕвĕнчен, эсĕ хак хунă тăрăх, айăпсăр путек илсе пытăр;

(7) священник ăна Çÿлхуçа умĕнче тасатĕ, вара вăл кирек мĕн тунă пулсассăн та, унăн айăпĕ пĕтĕмпех каçарăнĕ, тенĕ.

(8) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(9) Ааронпа унăн ывăлĕсене каласа хур: пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне йĕрки акă çакă: пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне çĕрĕпех, ирчченех парне вырăнĕ çинче, çунтаракан çĕрте, пултăр, парне вырăнĕ çинчи вутçулăм ун çинче çунсах тăтăр, [ан сÿнтĕр];

(10) священник хăйĕн йĕтĕн тумтирне тăхăнтăр, аялтан тăхăнмалли йĕтĕн кĕпине тăхăнтăр, унтан пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парненĕн парне вырăнĕ çинче вутçулăмпа çунса пулнă кĕлне илтĕр те ăна парне вырăнĕ çумне хутăр; ивара хăй çийĕнчи тумтирне хывтăр та урăх тумтир тăхăнтăр, кĕлне тапăр тулашне таса çĕре илсе тухтăр;

(12) парне вырăнĕ çинчи вутçулăм çунсах тăтăр, ан сÿнтĕр; священник ун çинче ирсерен вутă чĕрттĕр, ун çине пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне сарса хутăр, ун çинче канăçлăх парнийĕн çăвне çунтартăр;

(13) парне вырăнĕ çинче пĕрмаях вутçулăм çунса тăтăр, ан сÿнтĕр.

(14) Тырăпулă парни кÿрес йĕрке акă çакă: [священниксем] Аарон ывăлĕсем ăна Çÿлхуçа умне парне вырăнĕ патне илсе пымалла;

(15) [священник] тырăпулă парнинчен тулă çăнăхĕ, йывăç çăвĕ тата парне çинчи мĕнпур ливанне ывăçласа илтĕр те парне вырăнĕ çинче çунтарса ятăр: ку — кăмăллă, ырă шăршăллă парне, Çÿлхуçана халалласа кÿрекен парне;

(16) унăн юлашки юлнине Ааронпа унăн ывăлĕсем çиччĕр; ăна тутлăлла пĕçерсе сăваплă вырăнта çимелле, ăна пуху чатăрĕн картишĕнче çиччĕр;

(17) ăна йÿçĕтсе пĕçермелле мар. Çакна Эпĕ вĕсене Хамăн парнемсенчен пай паратăп. Çылăхшăн кÿрекен парнепе ÿкĕнĕç парни пек, çакă вăл — аслă сăваплă япала.

(18) Ăна Аарон йăхĕ-кăкĕнчи арçынсем пурте çиме пултараççĕ. Çÿлхуçа парнисенчен çакă сире сыпăкран сыпăка ĕмĕрлĕх пай пулĕ. Вĕсен çумне сĕртĕнекен пурте тасалăх тивлечĕ илĕ, тенĕ.

(19) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(20) Аарона çу сĕрсе суйланă кун Ааронпа унăн ывăлĕсем Çÿлхуçана кÿмелли парне акă çакă: яланхи парне валли пĕр Ефа тулă çăнăхĕн вуннăмĕш пайне кÿмелле, çуррине — ирхине, çуррине каçхине кÿмелле;

(21) ăна çатма çинче йывăç çăвĕпе хатĕрлес пулать; ăна йывăç çăвĕ витерсе, тырăпулă парнине татăкăнтатăкăн хуçнă пек, татăкăн илсе пыр; унăн ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пулĕ;

(22) Аарон вырăнне унăн ывăлĕсенчен çу сĕрсе суйланă священник та çапла тутăр: ку — Çÿлхуçа ĕмĕрлĕхе панă йĕрке. Парнине пĕтĕмпех çунтарса ямалла;

(23) священник кÿрекен тырăпулă парнине кирек хăшне те çунтарса ямалла, çимелле мар, тенĕ.

(24) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(25) Ааронпа унăн ывăлĕсене кала: çылăх парни кÿрес йĕрке акă çакă: çылăх парнине пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнене пусакан вырăнта, Çÿлхуçа умĕнче, пусас пулать; ку вăл — аслă сăваплă япала;

(26) ăна çылăх парни кÿрекен священник çимелле; ăна сăваплă çĕрте, пуху чатăрĕн картишĕнче, çисе ямалла;

(27) çак парне ашĕ çумне кирек мĕн сĕртĕнсессĕн те, вăл тасалăх тивлечĕ илĕ; унăн юнĕ тумтир çине сирпĕннĕ пулсассăн, сирпĕннине сăваплă çĕрте çуса тасат;

(28) ăна пĕçернĕ тăм савăта çĕмĕрес пулать; ăна пăхăр савăтра пĕçернĕ пулсассăн, савăтне тасатас пулать, унтан шывпа çăвас пулать;

(29) ăна священник йăхĕнчи пур арçын та çиме пултарать: вăл — [Çÿлхуçанăн] аслă сăваплă япали;

(30) анчах çылăх парнийĕн юнне пуху чатăрне сăваплă вырăнта тасатмашкăн илсе кĕнĕ пулсассăн, çав парнене çиме юрамасть; ăна вутçулăм çинче çунтарса ямалла, тенĕ.

Пай 7

(1) Ÿкĕнĕç парнийĕн йĕрки акă çакă: вăл — аслă сăваплă япала;

(2) ÿкĕнĕç парнине пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнене пуснă вырăнта пусас пулать, унăн юнĕпе парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухмалла;

(3) парне кÿрекенĕ парне ăшĕнчи мĕнпур çăвне, хÿре чикки çăвне, вар ÿчĕ çинчи çăвне,

(4) икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне, пĕççи çинчи çăвне тата пĕвер çинчи çу çурхахне илсе пымалла; çаксене вăл пÿрисемпе пĕрле уйăрса илтĕр;

(5) вара священник çакна Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ çинче çунтарса ярĕ; ку вăл — ÿкĕнĕç парни.

(6) Ана священник йăхĕнчи пур арçын та çиме пултарать; ăна сăваплă çĕрте çимелле: вăл — аслă сăваплă япала.

(7) Çылăх парни тĕлĕшĕнчен те, ÿкĕнĕç парни тĕлĕшĕнчен те йĕрки пĕрех: çав парнесем священника тивĕçлĕ, вăл çавсем урлă тасатать.

(8) Священник камăн та пулин пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнине кÿрет пулсассăн, çав пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парненĕн тирĕ священника хăйне пулать;

(9) кăмакара пĕçернĕ кирек хăш тырăпулă парни те, чÿлмекре е çатма çинче хатĕрленĕ кирек хăш çимĕç те çав парнене кÿрекен священника пулать;

(10) йывăç çăвĕпе хутăштарнă е типĕлле кÿрекен кирек хăш тырăпулă парни те Ааронăн мĕнпур ывăлне пулать: вăл пĕрне те, тепĕрне те тивĕçлĕ. “Çÿлхуçана кÿмелли канăçлăх парнийĕн йĕрки акă çакă:

(12) кам та кам çав парнене Турра тав туса кÿрет, тав парнипе пĕрле вăл йывăç çăвĕпе хутăштарса тутлăлла пĕçернĕ çăкăрсем, йывăç çăвĕ сĕрсе тутлăлла пĕçернĕ пашалусем, йывăç çăвĕ витернĕ тулă çăнăхĕ тата йывăç çăвĕпе çăрнă çăкăрсем кÿтĕр;

(13) тав туса кÿрекен канăçлăх парни панă чухне пашалусемсĕр пуçне вăл тата йÿçĕлле çăкăр илсе пытăр;

(14) вăл хăй кÿрекен мĕнпур парнинчен хăшне те пулин пĕрне Çÿлхуçана кÿтĕр: ку канăçлăх парни юнĕпе сирпĕтекен священника тивĕçлĕ;

(15) тав туса кÿрекен канăçлăх парнийĕн ашне парне кÿнĕ кунах çисе ямалла, ăна ирччен хăвармалла мар.

(16) Кам та пулин сăмах панипе е тимлĕ пулнипе парне кÿрсессĕн, унăн парнине парне кÿнĕ кун çимелле, юлашки юлнине тепĕр кун та çиме юрать,

(17) виççĕмĕш куна юлнă парне ашне вара вутçулăм çинче çунтарса ямалла;

(18) канăçлăх парнийĕн ашне виççĕмĕш кунне çисессĕн, ку парне кăмăллă пулас çук; ăна илсе килнĕ çыншăн ку парне кÿни те шутланмĕ; ку ирсĕрленни анчах пулĕ, ăна çиекен хăй çине çылăх илĕ.

(19) Çав аш мĕнле те пулин таса мар япала çумне сĕртĕнсессĕн, ăна çиме юрамасть, ăна вутçулăм çинче çунтарса ямалла; таса аша вара кирек мĕнле таса çын та çиме пултарать;

(20) пĕрпĕр çын хăй таса мар чухнех Çÿлхуçана кÿнĕ канăçлăх парнийĕн ашне çисессĕн, çав чуна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç,

(21) е пĕрпĕр çын мĕнле те пулин таса мар япала çумне, этем тасамарлăхĕ çумне е таса мар выльăх çумне, е мĕнле те пулин таса мар çĕлен-калта çумне сĕртĕннĕ хыççăн Çÿлхуçана кÿнĕ канăçлăх парнийĕн ашне çисессĕн, çав чуна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç, тенĕ.

(22) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(23) Израиль ывăлĕсене кала: вăкăр ăшĕнчен е сурăх ăшĕнчен, е качака ăшĕнчен илнĕ çăва нихăшне те ан çийĕр.

(24) Вилнĕ выльăхăн тата тискер кайăк çурса пăрахнă выльăхăн ăш çăвĕпе кирек мĕнле ĕçре те усă курма юрать, анчах çиессе ăна ан çийĕр;

(25) кам та кам Çÿлхуçана парне кÿрекен выльăхăн ăш çăвне çиет, çав чуна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç;

(26) хăвăр килĕрçуртăрсенче нимĕнле юн та — вĕçен кайăк юнне те, выльăх юнне те — ан çийĕр;

(27) кам та кам мĕнле те пулин юн çисессĕн, çав чуна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç, тенĕ.

(28) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(29) Израиль ывăлĕсене кала: кам Çÿлхуçа умне канăçлăх парни илсе пырать, çавăн канăçлăх парнийĕн пайне Çÿлхуçана кÿрес пулать;

(30) унăн Çÿлхуçана хăйĕн аллипе парне кÿмелле: ăмăрĕпе çăвне [тата пĕверĕ çинчи çу çурхахне] памалла, ăмăрне Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе памалла;

(31) çăвне священник парне вырăнĕ çинче çунтарса ярĕ, ăмăрĕ Ааронпа унăн ывăлĕсене тивĕçлĕ;

(32) хăвăрăн канăçлăх парнийĕн сылтăм хулне, çĕклентерсе кÿнĕ парнене, священника парăр:

(33) канăçлăх парнийĕн юнĕпе çăвне Аарон ывăлĕсенчен хăшĕ кÿрет, сылтăм хулĕ çавăн пайĕ пулать;

(34) мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Израиль ывăлĕсенĕн канăçлăх парнинчен силлентерсе кÿнĕ ăмăрне тата çĕклентерсе кÿнĕ хулне илетĕп те вĕсене Аарон священникпа унăн ывăлĕсене Израиль ывăлĕсенчен ĕмĕрлĕхе пай туса паратăп, тенĕ.

(35) Аарон пайĕпе унăн ывăлĕсен пайĕ — çакă, вĕсем священник ĕçне туса тăма Çÿлхуçа умне тăнă кунран пуçласа Çÿлхуçана кÿнĕ парнесенчен вĕсене тивĕçлĕ пайĕ — çакă,

(36) çакна вĕсене çу сĕрсе суйланă кунран пуçласа Израиль ывăлĕсенчен парса тăма Çÿлхуçа хушнă. Çакă вĕсен йăхĕ-кăкĕнче ĕмĕрлĕхе пымалли йĕрке.

(37) Пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне, тырăпулă парни, çылăх парни, ÿкĕнĕç парни, священника Турра халалланă чухне кÿмелли парне тата канăçлăх парни памалли саккун — çакă,

(38) ăна Çÿлхуçа Моисее Синай тăвĕ çинче, Синай пушхирĕнче Израиль ывăлĕсене Çÿлхуçана парне кÿме хушнă чухне панă.

Пай 8

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Аарона, унпа пĕрле унăн ывăлĕсене ил, тумтирĕсене, сĕрмелли йывăç çăвĕ, çылăхшăн парне кÿме пăру ил тата икĕ сурăх таки, пĕр кунтă тутлăлла çăкăр ил те Зпĕтĕм халăха пуху чатăрне кĕмелли çĕре пуçтар, тенĕ.

(4) Моисей хăйне Çÿлхуçа хушнă пек тунă, вара пуху чатăрне кĕмелли çĕре халăх пухăннă.

(5) Моисей халăха каланă: Çÿлхуçамăр акă мĕн тума хушрĕ, тенĕ.

(6) Моисей ĕнтĕ Ааронпа унăн ывăлĕсене илсе пынă та вĕсене шывпа çунă;

(7) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Аарона хитон тăхăнтартнă, пиçиххи çыхтарнă, унтан ăна çиелти риза тăхăнтартнă, ун çийĕнчен ефод тăхăнтартнă, ăна ефод пиçиххийĕпе çавăрса çыхса, ефодне ун çумне тачă çыхса хунă,

(8) унтан ун çине кăкăрлăх çакнă, кăкăрлăхне урим тата туммим хунă,

(9) пуçне кидар тăхăнтартнă, кидар çине, мал енне, якатса çутатнă пĕчĕкçĕ хăма, сăваплă çутанкка, çыпăçтарса хунă.

(10) Моисей сĕрмелли йывăç çăвĕ илнĕ те пуху чатăрĕпе ун ăшĕнчи мĕнпур япалана сĕрсе тухнă, вĕсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ; пçав çупа парне вырăнне çичĕ хутчен сирпĕтнĕ, парне вырăнĕпе унăн пĕтĕм хатĕрхĕтĕрне, çăвăнмалли савăтпа унăн тĕпне тасалăх тивлечĕ кÿмешкĕн вĕсене çу сĕрсе тухнă;

(12) [Моисей] Аарон пуçĕ çине сĕрмелли йывăç çăвĕ юхтарнă, тасалăх тивлечĕ кÿмешкĕн ăна çу сĕрнĕ.

(13) Унтан Моисей Аарон ывăлĕсене илсе пынă та, хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, вĕсене хитон тăхăнтартнă, пиçиххи çыхтарнă, пуçĕсене кидар тăхăнтартнă.

(14) Унтан [Моисей] çылăх парни кÿме пăру илсе пынă; Ааронпа унăн ывăлĕсем аллисене çылăхшăн кÿмелли пăру пуçĕ çине хунă;

(15) [Моисей] ăна пуснă та, унăн юнне илсе, пÿрнипе парне вырăнĕн мăйракисене пур енчен те сĕрсе тухнă, çапла парне вырăнне тасатнă, юлашки юлнă юнне парне вырăнĕн никĕсĕ çумне тăкнă, таса тумашкăн ăна çапла тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.

(16) Унтан [Моисей] вар ÿчĕ çинчи мĕнпур çăвне, пĕвер çинчи çу çурхахне тата икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне илнĕ те парне вырăнĕ çинче çунтарса янă;

(17) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, пăрăвне, унăн тирне, ашне, тасамарлăхне тапăр тулашĕнче вутçулăм çинче çунтарса янă.

(18) Унтан [Моисей] пĕтĕмĕшпе çунтарса пама така илсе пынă, Ааронпа унăн ывăлĕсем аллисене така пуçĕ çине хунă;

(19) Моисей ăна пуснă та юнĕпе парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухнă;

(20) такине пайăнпайăн касса вакланă, Моисей вара така пуçне, касса вакланă пайĕсемпе çăвне çунтарса янă;

(21) ăш-чиккипе урисене шывпа çуса тасатнă та Моисей такана парне вырăнĕ çинче пĕтĕмпех çунтарса янă: ку — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ кăмăллă, ырă шăршăллă парне, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, ку — Çÿлхуçана кÿнĕ парне.

(22) [Моисей] тепĕр така, халалланă чухне кÿмелли така, илсе пынă, Ааронпа унăн ывăлĕсем аллисене така пуçĕ çине хунă;

(23) Моисей ăна пуснă та, унăн юнне илсе, Ааронăн сылтăм хăлхин хĕррине, сылтăм аллин пуç пÿрнине, сылтăм урин пуç пÿрнине сĕрнĕ.

(24) Моисей Аарон ывăлĕсене илсе пынă та вĕсен сылтăм хăлхисен хĕррине, сылтăм аллисен пуç пÿрнине, сылтăм урисен пуç пÿрнине юнпа сĕрнĕ, унтан Моисей парне вырăнĕ çине пур енчен те юн сирпĕтсе тухнă.

(25) [Моисей] такан ăш çăвне, хÿре чикки çинчи çăвне, вар ÿчĕ çинчи мĕнпур çăвне, пĕвер çинчи çу çурхахне, икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне тата сылтăм хулне илнĕ;

(26) тата Çÿлхуçа умне тутлăлла çăкăрсем хунă кунтăран пĕр тутлăлла çăкăр, йывăç çăвĕпе пĕçернĕ пĕр çăкăр тата пĕр пашалу илнĕ те парне çăвĕпе унăн сылтăм хулĕ çине хунă;

(27) çакна пурне те Ааронпа унăн ывăлĕсен аллисем çине хунă та Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿнĕ;

(28) Моисей çакна вĕсен аллинчен илнĕ те парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнепе пĕрле çунтарса янă: ку — халал парни, кăмăллă, ырă шăршăллă парне, ку вăл — Çÿлхуçана кÿнĕ парне.

(29) Моисей вара ăмăрне илнĕ те ăна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿнĕ: Çÿлхуçа Моисее хушнă тăрăх, çакă халал такинчен Моисее памалли пай пулнă.

(30) Моисей сĕрмелли çупа парне вырăнĕ çинчи юна илнĕ те Аарона, унăн тумтирне, унпа пĕрле унăн ывăлĕсене, ывăлĕсен тумтирĕсене сирпĕтсе тухнă; Ааронпа унăн тумтирне, унпа пĕрле унăн ывăлĕсене, ывăлĕсен тумтирĕсене çапла тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.

(31) Моисей вара Ааронпа унăн ывăлĕсене çапла каланă: пуху чатăрне кĕмелли çĕрте аш пĕçерĕр те ăна тасалăх тивлечĕ панă чухне кÿнĕ кунтăри çăкăрпа çийĕр, мана çапла хушнăччĕкаланăччĕ ĕнтĕ: ăна Ааронпа унăн ывăлĕсем çимелле, тенĕччĕ;

(32) юлашки юлнă ашĕпе çăкăрне вутçулăм çинче çунтарса ярăр.

(33) Сире Турра халаллас кунсем иртиччен çичĕ кун пуху чатăрĕн алăкĕ патĕнчен ан кайăр, мĕншĕн тесессĕн сире Турра халаллас йĕркене çичĕ кун хушши туса тăмалла;

(34) паян епле тунă, сире тасатмашкăн Çÿлхуçамăр çапла тума хушрĕ;

(35) çичĕ кун хушши кунĕнçĕрĕн пуху чатăрĕн алăкĕ умĕнче пулăр, Çÿлхуçа умĕнче сыхă тăрăр, сирĕн вилмелле ан пултăр, мĕншĕн тесессĕн [Çÿлхуçа Турă] мана çапла хушнă, тенĕ.

(36) Ааронпа унăн ывăлĕсем Çÿлхуçа Моисей урлă мĕн хушнине пурне те тунă.

Пай 9

(1) Саккăрмĕш кунне Моисей Ааронпа унăн ывăлĕсене тата Израиль пуçлăхĕсене чĕнсе илнĕ те

(2) Аарона каланă: çылăх парни кÿме вăкăрсенчен пĕр пăру ил, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме така ил, иккĕшĕ те айăпсăр пулччăр, вĕсене Çÿлхуçамăр умне илсе пыр;

(3) Израиль ывăлĕсене те кала: çылăх парни кÿме качака таки илĕр, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿме пĕр çулхи [така,] пăру тата путек илĕр, вĕсем айăпсăр пулччăр,

(4) Çÿлхуçамăр умĕнче парне кÿме, канăçлăх парни кÿмешкĕн, вăкăрпа сурăх таки илĕр тата йывăç çăвĕпе хутăштарнă тырăпулă парни кÿрĕр: паян сире Çÿлхуçамăр курăнĕ, тенĕ.

(5) Моисей мĕн хушнине пурне те пуху чатăрĕ умне илсе пынă, тата пĕтĕм халăх пуçтарăннă, Çÿлхуçа умне пырса тăнă.

(6) Моисей каланă: Çÿлхуçамăр акă мĕн тума хушрĕ, вара сире Çÿлхуçамăр мухтавлăхĕ курăнĕ, тенĕ.

(7) Моисей Аарона каланă: Çÿлхуçамăр хушнă пек, парне вырăнĕ патне пыр, çылăхшăн кÿмелли парнÿне тата пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнÿне кÿр, хăвна та, халăха та тасат, халăх ячĕпе парне кÿр, вĕсене тасат, тенĕ.

(8) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Аарон парне вырăнĕ патне пынă та хăйшĕн çылăх парни кÿмелли пăрăвне пуснă:

(9) ывăлĕсем ун патне парне юнне илсе пынă, Аарон хăй пÿрнине юнпа йĕпетнĕ те парне вырăнĕн мăйракисене сĕрсе тухнă, юлашки юнне парне вырăнĕн никĕсĕ çумне тăкнă;

(10) çылăх парнийĕн çăвне, пÿрисене тата пĕвер çинчи çу çурхахне парне вырăнĕ çинче çунтарса янă;

(1) ]ашĕпе тирне тапăр тулашĕнче вутçулăм çинче çунтарса янă.

(12) Унтан пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнине те пуснă, ывăлĕсем Аарон патне парне юнне илсе пынă; вăл унпа парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухнă,

(13) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнене ун патне пайăнпайăн вакласа пуçĕпе пĕрле илсе пынă, вăл вĕсене парне вырăнĕ çинче çунтарса янă;

(14) ăш-чиккипе урисене çунă та пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнепе пĕрле парне вырăнĕ çинче çунтарса янă.

(15) Унтан вăл халăхшăн парне кÿнĕ: çылăхшăн пама халăхран качака таки илнĕ те ăна пусса пăрахнă, малтанхи парни пекех, ăна та çылăхшăн кÿнĕ.

(16) Унтан пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне кÿнĕ, ăна йĕрке хушнă тăрăх тунă.

(17) Ирхине пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парнесĕр пуçне тата тырăпулă парни кÿнĕ, ăна вăл ывăçĕ тулли илнĕ те парне вырăнĕ çинче çунтарса янă.

(18) Унтан халăхран канăçлăх парни кÿмелли вăкăрпа такана пуснă; ывăлĕсем Аарон патне парне юнне илсе пынă, вăл унпа парне вырăнĕ çине пур енчен те сирпĕтсе тухнă;

(19) вăкăрăн ăш çăвне, такин хÿри чикки çинчи çăвне, [вар ÿчĕ] çинчи [çăвне], пÿрисене тата пĕвер çинчи çу çурхахне илсе пынă,

(20) çăвне ăмăрĕ çине хунă, вăл ăна парне вырăнĕ çинче çунтарса янă;

(21) ăмăрĕпе сылтăм хулне, Моисей хушнă пек, Аарон Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе кÿнĕ.

(22) Аарон халăх еннелле çаврăнса аллисене çÿлелле çĕкленĕ те халăха пилленĕ; унтан — çылăх парни, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне тата канăçлăх парни кÿрсессĕн — аяла аннă.

(23) Моисейпе Аарон пуху чатăрне кĕнĕ, кайран унтан тухнă та халăха пилленĕ. Вара пĕтĕм халăха Çÿлхуçа мухтавлăхĕ курăннă:

(24) Çÿлхуçаран вутçулăм тухнă та парне вырăнĕ çинчи пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнепе çăва çунтарса янă; çакна пĕтĕм халăх курса тăнă, савăннипе кăшкăрса янă, çĕре ÿксе пуççапнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Пай 10

(1) Надавпа Авиуд — Аарон ывăлĕсем — кашнийĕ хăйĕн тĕтĕркĕчне илнĕ те унта вут хунă, тĕтĕрмелли хунă, Çÿлхуçа умне хăйсене Çÿлхуçа хушман ют вут илсе пынă;

(2) Çÿлхуçаран вутçулăм тухнă та вĕсене çунтарса янă, вĕсем Çÿлхуçа умĕнче вилнĕ.

(3) Моисей Аарона каланă: Çÿлхуçамăр: «Хам патăма çывăхаракансем урлă сăваплăхăма кăтартăп, пĕтĕм халăх умĕнче мухтава тухăп» тесе каланă чухне акă мĕн çинчен каланă иккен, тенĕ. Аарон пĕр чĕнмесĕр тăнă.

(4) Моисей вара Мисаилпа Елцафана — Аарон ашшĕпе пĕртăван Узиилăн ывăлĕсене — чĕнсе илнĕ те вĕсене каланă: кайăр та хăвăр тăванăрсене таса вырăнтан тапăр тулашне йăтса тухăр, тенĕ.

(5) Моисей каланă пек, çавсем кайнă та вĕсене хитонĕсене хывмасăрах тапăр тулашне йăтса тухнă.

(6) Ааронпа унăн ывăлĕсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланă: çара пуçăн ан çÿрĕр, тумтирĕрсене ан çуркалăр: сирĕн вилмелле ан пултăр, пĕтĕм халăх çине çилĕ ÿкмелле ан пултăр; анчах Çÿлхуçамăр çунтарса янипе çунса вилнисемшĕн сирĕн тăванăрсен, пĕтĕм Израиль халăхĕн, йĕме юрать,

(7) эсир пу ху чатăрĕн алăкĕнчен ан тухăр, сирĕн вилмелле ан пултăр, мĕншĕн тесессĕн сирĕн çине Çÿлхуçанăн тасалăх тивлечĕ кÿрекен çăвне юхтарнă, тенĕ. Вара Моисей каланă пек тунă.

(8) Çÿлхуçа Аарона çапла тесе каланă:

(9) эсĕ хăв та, санпа пĕрле санăн ывăлусем те пуху чатăрне кĕнĕ чухне [е парне вырăнĕ патне пынă чухне] эрех те, хаяр шĕвек те ан ĕçĕр: сирĕн вилмелле ан пултăр. Çакă сире сыпăкран сыпăка ĕмĕрлĕхе панă йĕрке,

(10) сире ăна тасатнă япалана тасатманнинчен, таса маррине тасинчен уйăрма пĕлччĕр тесе птата Çÿлхуçа Моисей урлă панă мĕнпур йĕркене Израиль ывăлĕсене вĕрентме тесе панă, тенĕ.

(12) Моисей Ааронпа унăн сывă юлнă ывăлĕсене, Елеазарпа Ифамара, каланă: Çÿлхуçамăра кÿнĕ парнесенчен юлнă тырăпулă парнине, тутлăлла пĕçернине, илĕр те ăна парне вырăнĕ патĕнче çийĕр: вăл — аслă сăваплă япала;

(13) ăна сăваплă çĕрте çийĕр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа парнисенчен çакă санăн паю, санăн ывăлусенĕн пайĕ пулать: [Çÿлхуçамăр] мана çапла хушнă;

(14) силлентерсе кÿрекен ăмăрĕпе çĕклентерсе кÿрекен хулне эсĕ хăв та, санпа пĕрле санăн ывăлусемпе хĕрÿсем те таса вырăнта çийĕр: Израиль ывăлĕсем кÿрекен канăçлăх парнисенчен çакă — сана панă пай, санăн ывăлусене панă пай;

(15) çĕклентерсе кÿрекен хулĕпе силлентерсе кÿрекен ăмăрне вĕсен çу парнисемпе пĕрле Çÿлхуçамăр умĕнче силлентерсе кÿмелле; Çÿлхуçамăр [Моисее] хушнă пек, çакă ĕмĕрлĕхе санăн паю тата санпа пĕрле санăн ывăлусен [тата санăн хĕрÿсен] пайĕ пултăр, тенĕ.

(16) Моисей çылăх парни кÿмелли качака такине шыра пуçланă, анчах ăна çунтарса янăмĕн. [Моисей] вара Елеазарпа Ифамара — Ааронăн сывă юлнă ывăлĕсене — питĕ хытă çилленнĕ, вĕсене каланă:

(17) мĕншĕн эсир çылăх парнине сăваплă çĕрте çимерĕр? вăл аслă сăваплă япалаçке! ăна сире халăх çылăхĕсене каçарма, вĕсене Çÿлхуçа умĕнче тасатма панă;

(18) акă унăн юнне сăваплă вырăна шала илсе кĕмен, мана хушнă пек, сирĕн ку парнене сăваплă çĕрте çимеллеччĕ, тенĕ.

(19) Аарон Моисее каланă: акă вĕсем паян Çÿлхуçамăр умĕнче хăйсенĕн çылăх парнине тата пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнине кÿчĕç, маншăн çавăн пек килсе тухрĕ; ĕнтĕ эпĕ паян çылăхшăн кÿнĕ парнене çиес пулсассăн, вăл Çÿлхуçамăра юрăхлă пулĕ-ши? тенĕ.

(20) Çакна илтсессĕн, Моисей унăн сăмахĕсене ырланă.

Пай 11

(1) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене калăр: çĕр çинчи пур выльăхчĕрлĕхрен сире çиме юракан чĕрчунсем акă çаксем: Зйĕкĕр чĕрнеллĕ пур тĕрлĕ выльăха та, чĕрни хушши тарăн пулсассăн тата çинĕ апатне кавлет пулсассăн — çийĕр;

(4) çинĕ апатне кавлекен, йĕкĕр чĕрнеллĕ выльăхсенчен акă çаксене анчах ан çийĕр: тĕвене ан çийĕр — вăл кавлет, анчах унăн чĕрни икке уйăрăлман, вăл сирĕншĕн таса мар;

(5) çĕр мулкачне те ан çийĕр — вăл кавлет, анчах унăн чĕрни икке уйăрăлман, вăл сирĕншĕн таса мар;

(6) мулкача та ан çийĕр — вăл кавлет, анчах унăн чĕрни икке уйăрăлман, вăл сирĕншĕн таса мар;

(7) сыснана та ан çийĕр — унăн чĕрни икке уйăрăлнă, чĕрни хушши те тарăн, анчах çинĕ апатне кавлемест, вăл сирĕншĕн таса мар;

(8) вĕсен ашне ан çийĕр, вĕсен виллисем çумне ан сĕртĕнĕр, вĕсем сирĕншĕн таса мар.

(9) Шыври мĕнпур чĕрчунран акă çаксене çийĕр: вăл çырмара пурăнатьи, тинĕсреи, юханшывраи, çуначĕпе хуппи пулсассăн — çийĕр;

(10) шывра ишсе çÿрекеннисенчен, шывра пурăнаканнисенчен — вĕсем тинĕсреи, çырмараи — хăшĕн те хăшĕн çуначĕпе хуппи çук пулсассăн, вĕсем пурте сирĕншĕн ирсĕр; пвĕсем сирĕншĕн ирсĕр пулмалла: вĕсен ашне ан çийĕр, вĕсен виллисенчен йĕрĕнĕр;

(12) çуначĕпе хуппи çук пулсассăн, шыв ра пурăнакан пур чĕрчун та сирĕншĕн ирсĕр.

(13) Вĕçен кайăксенчен вара çаксенчен йĕрĕнĕр [вĕсене çимелле мар, вĕсем ирсĕр]: ăмăрткайăкран, виле кайăкĕнчен, тинĕс ăмăрткайăкĕнчен,

(14) хăлатран, кăйкăрпа унăн ăрăвĕнчен,

(15) пур тĕрлĕ çăханпа унăн ăрăвĕнчен,

(16) страусран, тăманаран, чарлакран, хурчăкапа унăн ăрăвĕнчен,

(17) ÿхĕрен, пулăçкайăкран, ибисран,

(18) акăшран, пеликанран, ту хурчăкинчен,

(19) чарланран, зуйпа унăн ăрăвĕнчен, хыркукпа çара çерçирен.

(20) Çĕр çумĕн çÿрекен пур чĕрчун та — çунатлисем те, тăватă уранăн çÿрекеннисем те — сирĕншĕн ирсĕр;

(21) çĕр çумĕн çÿрекеннисенчен — çунатлисенчен, тăватă уран çÿрекеннисенчен — çĕр çинче сиксе çÿремешкĕн хăшĕн ури туни вăрăм, çавсене анчах çийĕр;

(22) вĕсенчен çаксене çийĕр: хĕрлĕ шăрчăкпа унăн ăрăвĕнчисене, солампа унăн ăрăвĕнчисене, харголпа унăн ăрăвĕнчисене тата хагабпа унăн ăрăвĕнчисене.

(23) Çĕр çумĕн çÿрекен ытти чĕрчун — çунатлисем, тăватă ураллисем — пурте сирĕншĕн ирсĕр.

(24) Вĕсем пирки эсир таса мар пулатăр: вĕсен виллине сĕртĕнекен кирек кам та каçченех таса мар пулĕ;

(25) вĕсен виллине тытакан кирек камăн та хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ.

(26) Йĕкĕр чĕрнеллĕ кирек хăш выльăх та, чĕрнисем хушшинче тарăн çурăк пулмасассăн тата çинĕ апатне кавлемесессĕн, вăл сирĕншĕн таса мар: ăна сĕртĕнекен кирек кам та [каçченех] таса мар пулĕ.

(27) Тăватă ураллă тискер кайăксенчен сирĕншĕн пÿрнеллĕ ураллисем пурте таса мар: вĕсен виллине сĕртĕнекен кирек кам та каçченех таса мар пулĕ;

(28) вĕсен виллине тытаканăн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ: вĕсем сирĕншĕн таса мар.

(29) Çĕр çумĕн çÿрекен чĕрчунсенчен сирĕншĕн акă мĕнмĕн таса мар: каюра, шăши, калтапа унăн ăрăвĕ,

(30) анака, хамеле он, летаа, хомет тата тиншемет —

(31) çĕр çумĕн çÿрекен мĕнпур чĕрчунран çаксем сирĕншĕн таса мар: вĕсен виллине сĕртĕнекен кирек кам та каçченех таса мар пулĕ.

(32) Çав чĕрчунсен хăшĕн те пулин вилли пĕрпĕр япала çине ÿксессĕн — йывăç савăти вăл, тумтири, сăрани, михĕи е тата ĕçе юрăхлă япалаи — пурте таса мар пулĕ: вĕсене шыва чиксе лартмалла, вĕсем каçченех таса мар пулĕç, кайран таса пулĕç;

(33) вĕсенчен хăшĕ те пулин пĕрпĕр тăм савăт ăшне кĕрсе ÿксессĕн, савăтри япала таса мар пулĕ, вара [савăтне] хăйне çапса çĕмĕрĕр.

(34) Çавăн пек савăтри шыв çимелли çимĕçе тивес пулсассăн, кирек мĕнле апат та [сирĕншĕн] таса мар пулĕ, çавăн пек савăтри ĕçмелли кирек мĕнле шĕвек те таса мар пулĕ.

(35) Вĕсен вилли таврашĕ лекнĕ япала пурте таса мар пулĕ; кăмакана, вучаха çĕмĕрмелле: вĕсем таса мар, вĕсем те сирĕншĕн таса мар пулмалла;

(36) çăлкуçĕ тата шыв тăракан пусă анчах таса юлаççĕ; кам та кам вĕсен виллине сĕртĕнет, çавă таса мар.

(37) Вĕсен вилли таврашĕ пĕрпĕр акакан вăрлăха лексессĕн, вăл тасах юлĕ;

(38) анчах вăрлăхĕ çине шыв янă пулсассăн, вĕсен вилли таврашĕ çавăнта лекнĕ пулсассăн, вăрлăх сирĕншĕн таса мар пулĕ.

(39) Хăвăр пусса çиекен пĕрпĕр выльăх вилсессĕн, унăн виллине сĕртĕннĕ çын каçченех таса мар пулĕ;

(40) çав виле ашне çиекенĕн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хăй каçченех таса мар пулĕ; кам та кам çав вилене йăтса каять, унăн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хăй каçченех таса мар пулĕ.

(41) Çĕр çумĕн çÿрекен кирек хăш чĕрчун та сирĕншĕн ирсĕр, ăна çиес пулмасть;

(42) çĕр çумĕн çÿрекен чĕрчунсене — хырăмпа шăваканнисене те, тăватă уран çÿрекеннисене те, нумай ураллисене те — пĕрне те ан çийĕр, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ирсĕр;

(43) çĕр çумĕн çÿрекен пĕрпĕр чĕрчуна пула хăвăр чунăра ан ирсĕрлетĕр, вĕсем урлă таса мар пулмашкăн вĕсем урлă хăвăра хăвăр ан варалăр;

(44) Эпĕ — сирĕн Çÿлхуçа Туррăр: тасалăх тивлетне илĕр, сăваплă пулăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ [Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр] сăваплă; çĕр çийĕн шуса çÿрекен пĕрпĕр чĕрчуна пула хăвăр чунăра ан ирсĕрлетĕр;

(45) Эпĕ — Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр пулмашкăн Эпĕ сире Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм. Çапла ĕнтĕ сăваплă пулăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сăваплă, тенĕ.

(46) Выльăхчĕрлĕх тĕлĕшĕнчен, вĕçен кайăксем тĕлĕшĕнчен, шывра пурăнакан пур чĕрчун тĕлĕшĕнчен, çĕр çумĕн çÿрекен пур чĕрчун тĕлĕшĕнчен хунă саккун — çакă,

(47) ăна таса маррине тасинчен, çиме юракан чĕрчунсене çиме юраман чĕрчунсенчен уйăрса илме панă.

Пай 12

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене кала: хĕрарăм йывăр çын пулса ывăл ача çуратсассăн, вăл çичĕ кун хушши таса мар пулĕ; уйăх хушши вăхăтĕнче тасалса асапланнă кунсенчи пек, вăл таса мар пулĕ;

(3) саккăрмĕш кунне ачийĕн хĕрринчи ÿтне касĕç;

(4) амăшĕн вăтăр виçĕ кун хăй юнĕнчен тасалса килте лармалла; тасалмалли кунĕсем иртмесĕр нимĕнле сăваплă япалана та сĕртĕнмелле мар, кĕлĕ чатăрĕ патне те пымалла мар.

(5) Хĕрача çуратсассăн, вăл хăй тасалнă хушăра икĕ эрне хушши таса мар пулĕ, юнĕнчен тасалма вара утмăл ултă кун хушши килте лармалла.

(6) Ывăл ачишĕн е хĕрачишĕн тасалма хунă кунĕсем иртсессĕн, унăн пуху чатăрне кĕмелли çĕре, священник патне, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿме пĕр çулхи путек илсе пымалла, çылăх парни кÿме çамрăк кăвакарчăн е улатăпа илсе пымалла;

(7) священник çакна Çÿлхуçа умне кÿрĕ те арăма тасатĕ, вăл вара юнĕ юхнинчен тасалĕ. Ывăл ача е хĕрача çуратнă хĕрарăм тĕлĕшĕнчен хунă саккун — çакă.

(8) Унăн путек памашкăн халĕ çитеймест пулсассăн, вăл икĕ улатăпа е икĕ çамрăк кăвакарчăн — пĕрне пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿме, тепĕрне çылăх парни кÿме — илсе пытăр, вара священник арăма тасатĕ те, вăл таса пулĕ, тенĕ.

Пай 13

(1) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

(2) камăн та пулин ÿттирĕ çине шыçă е тимре, е шатра тухса ÿттирĕ çинче тилçе суранĕ евĕрлĕ пулса кайсассăн, ăна Аарон священник патне е унăн пĕрпĕр ывăлĕ патне, священник патне, илсе каймалла; Зсвященник унăн ÿттирĕ çинчи суран чирне тĕрĕслесе пăхĕ, суранĕ çинчи çăмĕ шуралса кайнă пулсассăн, суранĕ ÿте çисе шалалла кайнă пулсассăн, вăл — тилçе суранĕ; священник çак çынна тĕплĕн пăхса тухĕ те ăна таса мар тейĕ.

(4) Унăн ÿттирĕ çинче шурă пăнчă пулсассăн, анчах вăл ÿт ăшне шалалла кайман пулсассăн, çăмĕ те шуралман пулсассăн, священникăн çав суранлă çынна çичĕ куна хупса лартмалла;

(5) çиччĕмĕш кунне священник ăна тепĕр хут тĕрĕслесе пăхĕ, эхер те суранĕ унчченхи пекех пулсассăн, ÿт тăрăх сарăлмасть пулсассăн, священникăн ăна тата çичĕ куна хупса лартмалла;

(6) çиччĕмĕш кунне священник ăна каллех тĕрĕслесе пăхĕ, эхер те суранĕ палăрсах каймасть пулсассăн, суранĕ ÿт тăрăх сарăлса кайман пулсассăн, священникăн ку çынна таса темелле: ку — тимре, çав çын хăйĕн тумтирне çуса тасаттăр та вара таса пулĕ.

(7) Священник патне тасалма пырса кайнă хыççăн тимре унăн ÿчĕ тăрăх сарăла пуçласассăн, унăн тепĕр хут священник патне пымалла;

(8) тимре унăн ÿчĕ тăрăх сарăлнине курсассăн, священник ăна таса мар тейĕ: ку — тилçе.

(9) Камăн та пулин ÿчĕ çинче тилçе пулсассăн, ăна священник патне илсе пымалла;

(10) священник ăна пăхса тухĕ, ÿчĕ çинчи шыççи шурă пулсассăн, çăмĕ те шуралнă пулсассăн, шыçă какайланса тăрать пулсассăн,

(11) ку — унăн ÿчĕ çинче тахçанах пуçланнă тилçе; священник çав çынна таса мар тейĕ те хупса лартĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл таса мар.

(12) Тилçи çын ÿттирĕ çинче çеçкеленсе каяс пул сассăн, унăн пĕтĕм ÿтне пуç тÿпинчен пуçласа ури патне çитичченех, священник куçĕ курма пултарнă таранах, хупласа илес пулсассăн,

(13) священник унăн пĕтĕм ÿтне тилçе хупласа илнине курĕ те чирлĕ çынна таса тейĕ, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕмпех шапшурă пулса кайнă: вăл таса.

(14) Анчах ун çинче ÿчĕ какайланса тăрать пулсассăн, вăл таса мар;

(15) ÿчĕ какайланса тăнине курсассăн, священник ăна таса мар тейĕ; какайланса тăни таса мар: ку — тилçе.

(16) Какайланса тăракан ÿчĕ улшăнса шуралса кайсассăн, çав çын священник патне пытăр;

(17) священник ăна пăхса тухĕ те, суранĕ шуралса кайнă пулсассăн, чирлĕ çынна таса тейĕ; вăл таса.

(18) Камăн та пулин ÿттирĕ çине çăпан тухнă пулсассăн, кайран тÿрленнĕ пулсассăн,

(19) çăпан вырăнне шурă шыçă е шурă шатра, е хĕрлĕрех шатра тухса ларсассăн, унăн священник патне пымалла;

(20) священник ăна пăхса тухĕ, шатри тир айне кайнă пулсассăн, çăмĕ те шуралнă пулсассăн, священник ăна таса мар тейĕ: ку — тилçе суранĕ, вăл çăпан вырăнĕнче чĕрĕлсе кайнă;

(21) священник суран çинчи çăмĕ шуралманнине, суранĕ те тир айне кайманнине, çитменнине тата суранĕ кăшт çеç палăрнине курсассăн, çав çынна çичĕ куна хупса лартĕ;

(22) суранĕ ÿт тăрăх питĕ сарăлса пыра пуçласассăн, священник çак çынна таса мар тейĕ: ку — суран чир;

(23) суран пăнчи хăй вырăнĕнчех юлсассăн, сарăлмасть пулсассăн, ку çăпан пиçĕхни анчах, священник çав çынна таса тейĕ.

(24) Е тата камăн та пулин ÿттирĕ вутпа пиçсе кайсассăн, пиçни тÿрленнĕ вырăна хĕрлĕрех е шурă пăнчă тухсассăн,

(25) священник пăнчă çинчи çăмĕ шуралнине курсассăн, суранĕ тир айне кайнă пулсассăн, ку вара тилçе чирĕ, вăл ÿт пиçнĕ вырăнта чĕрĕлсе кайнă; священник çав çынна таса мар тейĕ: ку — тилçе суранĕ;

(26) священник суран çинчи çăмĕ шуралманнине, суранĕ те тир айне кайманнине, çитменнине тата суранĕ кăшт çеç палăрнине курсассăн, священник ăна çичĕ куна хупса лартĕ;

(27) çиччĕмĕш кунне священник ăна тепĕр хут тĕрĕслесе пăхĕ, эхер те пăнчă ÿттир тăрăх питĕ сарăлса пырать пулсассăн, священник çав çынна таса мар тейĕ: ку — тилçе суранĕ;

(28) суран пăнчи хăй вырăнĕнчех юлсассăн, ÿттир тăрăх сарăлмасть, çитменнине тата палăрсах каймасть пулсассăн, ку пĕçертнипе пулнă шыçă; священник çав çынна таса тейĕ, мĕншĕн тесессĕн ку пĕçертнипе çеç пиçĕхсе тăрать.

(29) Арçыннăн е хĕрарăмăн пуçĕнче е янахĕ çинче кĕсен пулсассăн,

(30) священник ăна тĕрĕслесе пăхĕ те, кĕсенĕ тир айне кайнă пулсассăн, ун çинчи çÿçĕ сарăхса çинçелнĕ пулсассăн, священник çав çынсене таса мар тейĕ: ку — кĕсен чирĕ, ку — пуçри е янах çинчи тилçе чирĕ;

(31) священник кĕсен суранне пăхсассăн, кĕсенĕ тир айне кайман, ун çинчи çÿçĕ те хура мар пулсассăн, священник çав кĕсенлĕ çынна çичĕ куна хупса лартĕ;

(32) çиччĕмĕш кунне священник сурана тепĕр хут тĕрĕслесе пăхĕ, эхер те кĕсенĕ сарăлмасть пулсассăн, ун çинче сарăхнă çÿç те çук пулсассăн, кĕсен тир айне кайман пулсассăн,

(33) чирлĕ çыннăн çÿçнесухалне касса ямалла, анчах кĕсенлĕ вырăна касас пулмасть, вара священникăн кĕсенлĕ çынна тепĕр хут çичĕ куна хупса лартмалла;

(34) çиччĕмĕш кунне священник кĕсен чирне тĕрĕслесе пăхĕ, эхер те кĕсен ÿттир тăрăх сарăлмасть пулсассăн, тир айне те кайман пулсассăн, священник çав çынна таса тейĕ: çав çын хăйĕн тумтирне çуса тасаттăр та, вăл таса пулĕ.

(35) Тасалнă хыççăн кĕсен чирĕ унăн ÿттирĕ тăрăх питĕ сарăла пуçласассăн,

(36) священник çав çыннăн ÿттирĕ тăрăх кĕсен чирĕ сарăлса пынине курсассăн, священник сарăхнă çÿç шыраса ан тăтăр: çав çын таса мар.

(37) Кĕсенĕ унчченхи пекех пулсассăн, анчах ун çине хура çÿç пĕрчи шăтса тухрĕ пулсассăн, кĕсен иртнĕ ĕнтĕ, вăл çын таса; священник ăна таса тейĕ.

(38) Арçыннăн е хĕрарăмăн ÿттирĕ çинче пăнчăсем, шурă пăнчăсем, пулсассăн,

(39) священник вĕсен ÿттирĕ çинчи пăнчăсем шупка шурă иккенне курсассăн, ку — ÿт çине тухнă тимре анчах: çав çын таса.

(40) Камăн та пулин пуçĕнчи çÿçĕ тăкăнса пĕтнĕ пулсассăн, вăл — кукша çын: вăл таса;

(41) пуçĕн мал енчи çÿçĕ тăкăнса пĕтнĕ пулсассăн, вăл — шакла çамкаллă çын: вăл таса.

(42) Кукши çинче е шакла çамки çинче шурă е хĕрлĕрех пăнчă пулсассăн, эппин, унăн кукши çинче е шакла çамки çинче тилçе амаланса кайнă;

(43) священник ăна тĕрĕслесе пăхĕ, эхер те унăн кукши çинчи е шакла çамки çинчи суран шыççи шурă е хĕрлĕрех пулсассăн, ÿттир тилçи евĕрлĕ пулсассăн,

(44) вăл — тилçе ернĕ çын, вăл таса мар; священникăн ăна таса мар темелле, унăн пуçĕ çинче чир пур.

(45) Çав чир ернĕ тилçеллĕ çын хăйĕн тумтирне çуркаласа пĕтертĕр, пуçне ан виттĕр, çăварĕ таранах хупланса çÿретĕр: таса мар! таса мар! тесе кăшкăртăр.

(46) Унăн чирĕ хăçанччен пырать, çавăнччен вăл таса мар шутланать, вăл таса мар; унăн уйрăм пурăнмалла, унăн çурчĕ тапăр тулашĕнче.

(47) Тилçе чирĕ тумтир çинче пулсассăн, çăм тумтир çинче е йĕтĕн тумтир çинче,

(48) е йĕтĕн çиппинчен, е çăм çиппинчен тунă кумă çинче е ураçă çинче пулсассăн, е тата сăран çинче, е сăранран тунă пĕрпĕр япала çинче пулсассăн,

(49) тумтир çинчи е сăран çинчи, е кумă çинчи, е ураçă çинчи, е пĕрпĕр сăран япала çинчи пăнчă симĕсрех е хĕрлĕрех пулсассăн, ку — тилçе чирĕ: ăна священника кăтартмалла;

(50) священник чире тĕрĕслесе пăхĕ те чир лекнĕ япалана çичĕ куна хупса хурĕ;

(51) çиччĕмĕш кунне священник чир ернĕ япалана тепĕр хут тĕрĕслесе пăхĕ, эхер те чирĕ тумтир тăрăх е кумă тăрăх, е ураçă тăрăх, е сăран тăрăх, е сăранран тунă пĕрпĕр япала тăрăх сарăлнă пул сассăн, ку — çиекен тилçе, таса мар чир;

(52) священникăн çав тумтире е куммине, е çăмран, е йĕтĕнрен тунă ураççине, е чир ернĕ кирек мĕнле сăран япалана та çунтарса ямалла, мĕншĕн тесессĕн ку — çиекен тилçе: ăна вутçулăм çинче çунтарса ямалла.

(53) Эхер те священник чир тумтир тăрăх е кумă тăрăх, е ураçă тăрăх, е кирек мĕнле сăран япала тăрăх сарăлса кайманнине курсассăн,

(54) вăл чир ернĕ япалана çуса тасатма хушĕ те ăна тепĕр хут çичĕ куна хупса хурĕ;

(55) чир ернĕ япалана çуса тасатнă хыççăн священник чир суранĕ улшăнманнине тата чирĕ сарăлса кайманнине курать пулсассăн, ку япала таса мар, ăна вутçулăм çинче çунтарса яр; ку вăл — пиччĕн енче е тÿнтер енче чир çисе тунă путăк.

(56) Эхер те çунă хыççăн священник чир сахалрах палăрнине курсассăн, священник ăна тумтиртен е сăран çумĕнчен, е кумми, е ураççи çумĕнчен татса илтĕр.

(57) Чирĕ тумтир çинче е кумă, е ураççи çинче, е пĕрпĕр сăран япала çинче каллех палăрать пулсассăн, ку вăл амаланакан чир: чир ернĕ япалана вутçулăм çинче çунтарса яр.

(58) Тумтире е куммине, е ураççине, е пĕрпĕр сăран япалана çусассăн, вĕсем çинчи чир кайрĕ пулсассăн, вĕсене тепĕр хут çумалла, вĕсем вара таса пулĕç.

(59) Çăм тумтир е йĕтĕн тумтир çинчи, е кумă, е ураççи çинчи, е пĕрпĕр сăран япала çинчи тилçе чирĕ çинчен, çав япаласем тасине е таса маррине мĕнле пĕлтермелли çинчен хунă саккун акă çакă, тенĕ.

Пай 14

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) тилçе чирĕпе чирлĕ çынна тасатмалла пулсассăн, ун тĕлĕшĕнчен хунă саккун акă çакă: ăна священник патне илсе пырĕç;

(3) священник тапăр тулашне тухĕ, тилçе чирĕпе чирлекен çын тилçе чирĕнчен сывалнине курсассăн,

(4) священник тасалакан çын валли икĕ таса чĕрĕ вĕçен кайăк, кедр йывăçĕ, йăм хĕрлĕ çип, иссоп илсе пыма хушĕ,

(5) унтан священник пĕр вĕçен кайăкне çăл шывĕ тултарнă тăм савăт тĕлне тытса пусма хушĕ;

(6) хăй вăл чĕрĕ вĕçен кайăкне, кедр йывăçне, йăм хĕрлĕ çиппине, иссопне илĕ, çакна тата чĕрĕ вĕçен кайăкне çăл шывĕ тĕлне тытса пуснă вĕçен кайăк юнĕпе йĕпетĕ;

(7) унтан тилçе чирĕнчен тасалакан çын çине çичĕ хутчен юн сирпĕтĕ, вара çав çынна таса тейĕ, чĕрĕ вĕçен кайăкне хире вĕçтерсе ярĕ.

(8) Тасалакан çын хăйĕн тумтирне çуса тасатĕ, хăйĕн пĕтĕм çÿçне касса ярĕ, вара шывпа çăвăнĕ те таса пулĕ; унтан тапăра кĕрĕ, çичĕ кун хушши хăй чатăрĕн тулашĕнче пурăнĕ;

(9) çиччĕмĕш кунне вăл хăйĕн пĕтĕм çÿçне хырса тăкĕ, пуçне, сухалне, куç харшисене, мĕнпур çÿçне хырса ярĕ, тумтирне çуса тасатĕ, ÿтне шывпа çăвĕ, вара таса пулĕ.

(10) Саккăрмĕш кунне вăл айăпсăр [пĕр çулхи] икĕ така, айăпсăр пĕр çулхи сурăх тата тырăпулă парни кÿмешкĕн пĕр Ефа тулă çăнăхĕн виççĕ вуннăмĕш пайне йывăç çăвĕпе хутăш илсе пырĕ, тата пĕр лог йывăç çăвĕ илсе пырĕ; итасатакан священник тасалакан çынна çав парнисемпе Çÿлхуçа умне пуху чатăрне кĕмелли вырăна тăратĕ;

(12) унтан священник пĕр такине илĕ те ăна ÿкĕнĕç парни кÿме илсе пырĕ тата пĕр лог йывăç çăвĕ илĕ, çакна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе кÿрĕ;

(13) такине вăл çылăх парнине тата пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнене пусакан çĕрте, сăваплă çĕрте, пусĕ, мĕншĕн тесессĕн ку ÿкĕнĕç парни, çылăх парни пекех, священника тивĕçлĕ: вăл — аслă сăваплă япала;

(14) унтан священник ÿкĕнĕç парнийĕн юнне илĕ те тасалакан çыннăн сылтăм хăлхин хĕррине, сылтăм аллин пуç пÿрнине тата сылтăм урин пуç пÿрнине сĕрсе тухĕ;

(15) священник пĕр лог йывăç çăвĕ илĕ те хăйĕн сулахай ывăç тупанĕ çине юхтарĕ;

(16) священник сылтăм аллин пÿрнине сулахай ывăçĕнчи çу çине пуçапуçа пÿрни çинчи йывăç çăвĕпе Çÿлхуçа умĕнче çичĕ хут сирпĕтĕ;

(17) ывăçĕнче юлнă çăвĕпе священник тасалакан çыннăн сылтăм хăлхин хĕррине, сылтăм аллин пуç пÿрнине, сылтăм урин пуç пÿрнине, ÿкĕнĕç парнийĕн юнĕпе сĕрнĕ вырăнсене, сĕрсе тухĕ;

(18) ывăçĕнчи юлашки йывăç çăвне священник тасалакан çыннăн пуçĕ çине ярĕ, çапла священник ăна Çÿлхуçа умĕнче тасатĕ.

(19) Çылăх парни кÿрсе, священник тасалакан çынна унăн тасамарлăхĕнчен тасатĕ; çакăн хыççăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне пусĕ;

(20) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнене тата тырăпулă парнине священник парне вырăнĕ çине çĕклесе хурĕ; священник ăна çапла тасатĕ те — вăл таса пулĕ.

(21) Çав çын чухăн пулсассăн, юрлă пурăнăçпа пурăнать пулсассăн, хăйне тасатмашкăн ÿкĕнĕç парни силлентерсе кÿме пĕр така илсе пытăр, тырăпулă парни кÿмешкĕн пĕр Ефа тулă çăнăхĕн вуннăмĕш пайне йывăç çăвĕпе хутăштарса илсе пытăр тата пĕр лог йывăç çăвĕ илсе пытăр;

(22) тата икĕ улатăпа е икĕ çамрăк кăвакарчăн — алли мĕн тупнă, çавна — илсе пытăр, çав вĕçен кайăксенчен пĕри çылăх парни валли, тепĕри пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне валли пулĕ;

(23) çакна вăл хăй тасалмалли саккăрмĕш кунĕнче священник патне, пуху чатăрне кĕмелли вырăна, Çÿлхуçа умне, илсе пытăр;

(24) священник ÿкĕнĕç парнийĕн такипе пĕр лог йывăç çăвĕ илĕ те çакна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе кÿрĕ;

(25) ÿкĕнĕç парни кÿме илсе килнĕ такана пусса пăрахĕ, священник ÿкĕнĕç парнийĕн юнне илĕ те тасалакан çыннăн сылтăм хăлхин хĕррине, сылтăм аллин пуç пÿрнине тата сылтăм урин пуç пÿрнине сĕрсе тухĕ;

(26) священник хăйĕн сулахай ывăç тупанĕ çине йывăç çăвĕ юхтарĕ,

(27) сулахай ывăçĕнчи йывăç çăвĕ çине сылтăм аллин пÿрнине пуçапуçа Çÿлхуçа умĕнче çичĕ хут сирпĕтĕ;

(28) ывăçĕнчи йывăç çăвĕпе священник тасалакан çыннăн сылтăм хăлхин хĕррине, сылтăм аллин пуç пÿрнине тата сылтăм урин пуç пÿрнине, ÿкĕнĕç парнийĕн юнĕпе сĕрнĕ вырăнсене, сĕрсе тухĕ;

(29) ывăçĕнчи юлашки йывăç çăвне священник тасалакан çыннăн пуçĕ çине ярĕ, çакна вăл ăна Çÿлхуçа умĕнче тасатас тесе тăвĕ;

(30) вара тасалакан çыннăн алли тупнă улатăпасенчен пĕрне е çамрăк кăвакарчăнсенчен пĕрне парне кÿрĕ;

(31) тасалаканăн алли тупнă вĕçен кайăксенчен пĕрне çылăх парни кÿрĕ, тепĕрне тырăпулă парнипе пĕрле пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрĕ; вара священник тасалакан çынна Çÿлхуçа умĕнче тасатĕ.

(32) Хăйне тасатмалла чухне юрлă пурăнăçпа пурăнакан, тилçе чирĕпе чирленĕ çын тĕлĕшпе хунă саккун акă çакă, тенĕ.

(33) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

(34) эсир Эпĕ сирĕн аллăра паракан Ханаан çĕрне кĕрсессĕн, хăвăр тытса тăракан çĕрте Эпĕ сирĕн килĕрçуртăра тилçе чирĕ ярсассăн,

(35) çавнашкал çурт хуçин священник патне каймалла та: «манăн пÿрт çинче чир евĕрлĕскер палăрчĕ» темелле.

(36) Пÿртре мĕн пурри пурте таса мар пулса ан тăтăр тесе, священник чир пăхма кĕриччен малтан çав пÿрте пушатма хушĕ; çавăн хыççăн священник пÿрт пăхма пырĕ.

(37) Вăл чире пăхса тухĕ те, çав чир пÿрт стенисене çисе кĕрсе симĕсрех е хĕрлĕрех путăксем тунине курсассăн,

(38) пÿртрен алăк тулашне тухса пÿртне çичĕ куна питĕрсе лартĕ.

(39) Çиччĕмĕш кунне священник каллех пырĕ, чирĕ пÿрт стенисем тăрăх сарăлнине курсассăн,

(40) священник чир ернĕ чулĕсене хайăрса кăларма, унтан вĕсене хула тулашне таса мар çĕре кайса пăрахма хушĕ;

(41) пÿртне шалтан пĕтĕмпех хырса тухчăр, хырса тăкнă тăмне хула тулашне таса мар çĕре кăларса тăкчăр;

(42) унтан урăх чулсем илччĕр те леш чулĕсем вырăнне кĕртсе лартчăр, урăх тăм илччĕр те пÿрте çĕнĕрен тăмпа шăлса тухчăр.

(43) Чирĕ чулсене хайăрса кăларса, пÿрте хырса тухса çĕнĕрен шăлнă хыççăн та палăрать, çеçкеленсе тăрать пулсассăн,

(44) священник пырса пăхĕ те, эхер те пÿрт çинчи чир сарăлнă пулсассăн, апла ку — çиекен тилçе, вăл пÿрт таса мар;

(45) çав пÿрте çĕмĕрмелле, унăн чулĕсене, йывăçне, ăна шăлнă мĕнпур тăмне хула тулашне таса мар çĕре кăларса тăкмалла;

(46) пÿрт питĕрĕнсе тăнă вăхăтра унта кам та кам кĕрет, çавă каçченех таса мар;

(47) кам çав пÿртре çывăрать, çавăн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, [хăй каçченех таса мар пулĕ]; кам çав пÿртре апат çиет, çавăн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, [хăй каçченех таса мар пулĕ].

(48) Священник каллех пырса пăхĕ те, пÿрте тăмпа шăлса тухнă хыççăн пÿрт çинчи чир сарăлманнине курсассăн, çав пÿрте таса тейĕ, мĕншĕн тесессĕн чирĕ иртнĕ ĕнтĕ.

(49) Пÿрте тасатмашкăн вăл икĕ вĕçен кайăк, кедр йывăçĕ, йăм хĕрлĕ çип тата иссоп илĕ;

(50) пĕр вĕçен кайăкне çăл шывĕ тултарнă тăм савăт тĕлĕнче тытса пусĕ;

(51) унтан кедр йывăçне, иссопне, йăм хĕрлĕ çиппине, чĕрĕ вĕçен кайăкне илĕ те вĕсене пуснă вĕçен кайăкăн юнĕпе тата çăл шывĕпе йĕпетĕ, пÿртне çичĕ хутчен сирпĕтĕ;

(52) пÿрте вара вĕçен кайăк юнĕпе, çăл шывĕпе, чĕрĕ вĕçен кайăкпа, кедр йывăçĕпе, иссоппа тата йăм хĕрлĕ çиппе тасатĕ;

(53) чĕрĕ вĕçен кайăкне хула тулашне хире кăларса ярĕ, çапла пÿрте тасатĕ, пÿрт таса пулĕ.

(54) Тĕрлĕ тилçе чирĕ çинчен, кукша чирĕ çинчен,

(55) тумтир çинчи тата килçуртри тилçе çинчен, шыçă çинчен, тимре çинчен тата шатра çинчен хунă саккун акă çакă —

(56) ăна çав япаласем хăçан тасипе хăçан таса маррине кăтартмашкăн панă. Тилçе çинчен хунă саккун çакă ĕнтĕ, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Пай 15

(1) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене пĕлтерĕр, вĕсене калăр: камăн та пулин ÿтĕнчен юхса тухсассăн, çав çын хăйĕнчен юхса тухнине пула таса мар.

(3) Çын хăйĕнчен юхса тухнине пула тасамарланни çинчен калакан [саккун] акă çакă: унăн ÿтĕнчен юхса тухаканни юхать пулсассăн е çав юхаканни ÿтĕнче чарăнсатытăнса тăрать пулсассăн, çакă унăн тасамарлăхĕ пулать;

(4) çавăн пек çын выртнă кирек мĕнле вырăн та таса мар; кирек мĕнле япала та, ун çине [вăрлăхĕ юхакан çын] ларсассăн, таса мар;

(5) кам унăн çывăрмалли вырăнне сĕртĕнет, çавăн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(6) кам та кам ÿтĕнчен юхтарса çÿрекен чирлĕ çын ларнă пĕрпĕр япала çине ларать, çавăн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(7) кам та кам юхтарса çÿрекен çыннăн ÿтне сĕртĕнет, çавăн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(8) юхтарса çÿрекен чирлĕ çын таса çын çине сурсассăн, таса пулнă çыннин тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(9) кирек мĕнле лав та, ун çинче юхтарса çÿрекен çын ларса пынă пулсассăн, [каçченех] таса мар [пулĕ];

(10) çав чирлĕ çын айĕнче пулнă пĕрпĕр япалана сĕртĕнсессĕн, кирек кам та каçченех таса мар пулĕ; çав япалана çĕклесе каякан çыннăн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ; пюхтарса çÿрекен чирлĕ çын, аллине шывпа çумасăр кама та пулин сĕртĕнсессĕн, çав çыннăн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(12) юхтарса çÿрекен чирлĕ çын тăм савăта сĕртĕнсессĕн, ăна çĕмĕрмелле, йывăç савăтсапана кирек хăшне те шывпа çумалла, [вара таса пулĕ].

(13) Юхтарса çÿрекен чирлĕ çыннăн юхса тухаканни чарăнсассăн, унăн хăйне тасатмашкăн çичĕ кун картса хумалла, хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, ÿттирне çăл шывĕпе çумалла, вара таса пулĕ;

(14) саккăрмĕш кунне вăл икĕ улатăпа е икĕ çамрăк кăвакарчăн илĕ те, Çÿлхуçа умне пуху чатăрне кĕмелли вырăна пырса, вĕсене священника парĕ;

(15) священник çав вĕçен кайăксенчен пĕрне çылăх парни кÿрĕ, тепĕрне пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрĕ, юхса çÿренинчен священник ăна Çÿлхуçа умĕнче тасатĕ.

(16) Камăн та пулин вăрлăхĕ юхса тухсассăн, унăн пĕтĕм ÿтне шывпа çуса тасатмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(17) кирек мĕнле тумтире те, кирек мĕнле сăран япалана та, вĕсем çине вăрлăх лексессĕн, шывпа çуса тасатмалла, вĕсем каçченех таса мар пулĕç;

(18) хĕрарăмпа выртсассăн арçыннăн вăрлăхĕ юхса тухрĕ пулсассăн, вĕсен шывпа çăвăнмалла, вĕсем каçченех таса мар пулĕç.

(19) Хĕрарăмăн юн кайнă кунĕсем пулсассăн, унăн хăй тасалса çитиччен çичĕ кун килте лармалла, ун çумне сĕртĕнсессĕн кирек кам та каçченех таса мар пулĕ;

(20) хăй тасалнă вăхăтра вăл мĕн çине выртĕ, çавă пĕтĕмпех таса мар; мĕн çине ларĕ, çавă та пĕтĕмпех таса мар;

(21) вăл выртакан вырăна сĕртĕнсессĕн, кирек камăн та хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(22) вăл ларнă пĕрпĕр япала çумне сĕртĕнсессĕн, кирек камăн та хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ;

(23) кам та пулин унăн вырăнĕ çинчи е вăл ларнă çĕрти пĕрпĕр япалана сĕртĕнсессĕн, каçченех таса мар пулĕ;

(24) упăшки унпа выртса çывăрас пулсассăн, арăмĕн тасамарлăхĕ упăшки çинче пулĕ; вăл çичĕ кун таса мар пулĕ, вăл выртакан кирек мĕнле вырăн та таса мар пулĕ.

(25) Хĕрарăмăн тасалмалли вăхăтра çеç мар, ахаль чухнех чылай кун хушши юн юхать пулсассăн е тата тасалмалли вăхăтĕнче юн юхни вăраха кайсассăн, вăл ахаль кунсенче юн кайнă чухне те, тасалмалли вăхăтĕнче юн кайнă чухне те таса мар;

(26) вăл ахаль кунсенче юн юхнă чухне выртакан кирек мĕнле вырăн та, тасалмалли вăхăтĕнче выртнă вырăн пекех, таса мар пулĕ; кирек мĕнле япала та, ун çине вăл ларас пулсассăн, тасалмалли вăхăтĕнчи пек таса мар пулĕ;

(27) вĕсене сĕр тĕнекен кирек кам та таса мар пулĕ: çав çыннăн хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хăйĕн шывпа çăвăнмалла, вăл каçченех таса мар пулĕ.

(28) Тасамарлăхĕ юхма чарăнсассăн, хĕрарăмăн хăйĕн валли çичĕ кун картса хумалла, кайран вара таса пулĕ;

(29) саккăрмĕш кунне вăл икĕ улатăпа е икĕ çамрăк кăвакарчăн илĕ те вĕсене священник патне пуху чатăрне кĕмелли вырăна илсе пырĕ;

(30) священник вĕçен кайăксенчен пĕрне çылăх парни кÿрĕ, тепĕрне пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрĕ, вара священник ăна тасамарлăхĕ юхнинчен Çÿлхуçа умĕнче тасатĕ.

(31) Израиль ывăлĕсене хăйсен тасамарлăхĕнчен çапла сыхлантарса тăрăр: вĕсем Манăн хăйсем хушшинчи çуртăма ирсĕрлентерсе хăйсен тасамарлăхĕпех вилсе ан кайччăр.

(32) Юхтарса çÿрекен çын çинчен, вăрлăхĕ юхса тухнипе тасамарланнă арçын çинчен,

(33) тасалнă чухне асапланакан хĕрарăм çинчен, юхакан чирпе аптăракан арçын е хĕрарăм çинчен, таса мар арăмĕпе выртса çывăракан упăшки çинчен хунă саккун çакă ĕнтĕ, тенĕ.

Пай 16

(1) Ааронăн икĕ ывăлĕ Çÿлхуçа умне [ют вутпа] пырса вилнĕ хыççăн Çÿлхуçа Моисейпе калаçнă,

(2) Çÿлхуçа Моисее каланă: Аарона, хăвăн пиччÿне, кала, вăл сăваплă вырăна, чаршав хыçне, [Турă ирĕкне пĕлтерекен] саккун арчийĕн [тасатакан] хупăлчи умне кирек хăш вăхăтра та ан кĕтĕр, унăн вилмелле ан пултăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ хупăлча тĕлĕнче пĕлĕт ăшĕнче курăнăп.

(3) Ааронăн сăваплă вырăна акă мĕн илсе кĕмелле: çылăх парни кÿмешкĕн пăру, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн така;

(4) унăн йĕтĕнрен тунă таса хитон тăхăнмалла, аялтан тăхăнмалли кĕпи те йĕтĕн пултăр, пилĕкне йĕтĕн пиçиххи çыхтăр, йĕтĕн кидар тăхăнтăр: ку — тасалăх тивлечĕ кÿнĕ тумтир; вăл ÿтне шывпа çутăр та çавна тăхăнтăр;

(5) Израиль ывăлĕсен халăхĕнчен çылăх парни кÿмешкĕн [качака кĕтĕвĕн чен] икĕ качака таки тата пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмешкĕн пĕр сурăх таки илтĕр.

(6) Хăйшĕн Аарон çылăх парни пăру кÿрĕ, вара хăйне те, хăйĕн килне те тасатĕ.

(7) Унтан икĕ качака таки илĕ те вĕсене Çÿлхуçа умне пуху чатăрне кĕмелли вырăна тăратĕ;

(8) Аарон икĕ качака таки пирки шăпа ярĕ: пĕр шăпи — Çÿлхуçашăн, тепĕр шăпи — ирĕке ямалли;

(9) Аарон Çÿлхуçашăн шăпа тухнă качака такине илсе пырĕ те ăна çылăхшăн парне кÿрĕ,

(10) ирĕке яма шăпа тухнă качака такине вара Çÿлхуçа умне чĕрĕ халлĕн илсе пырса тăратĕ, ăна, тасатмалли йĕрке тăрăх тасатса, пушхире ирĕке кăларса ярĕ, [вăл вара хăй çинче вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене çын çÿремен çĕре илсе кайĕ].

(11) Аарон хăйшĕн çылăх парни кÿме пăру илсе пырĕ, хăйне те, хăйĕн килне те тасатĕ, пăрăвне хăйшĕн çылăх парни кÿме пусса пăрахĕ;

(12) Çÿлхуçа умĕнчи парне вырăнĕ çинчен çунса тăракан кăвара тĕтĕркĕч туллиех илĕ тата ырă шăршă тĕтĕрмеллине, вакă тĕпретнĕскере, ывăç тулли илĕ те чаршав хыçне илсе кĕрĕ;

(13) хăйĕн вилмелле ан пултăр тесе, тĕтĕрмеллине Çÿлхуçа умне вутçулăм çине хурĕ, тĕтĕрнĕ тĕтĕм саккун арчи çинчи хупăлчана пĕлĕт пек хупăрласа илĕ;

(14) унтан Аарон пăру юнне илĕ те хупăлча çине мал енчен тата хупăлча умне пÿрнипе сирпĕтĕ, çичĕ хутчен пÿрнипе юн сирпĕтĕ.

(15) Халăхшăн çылăх парни кÿме качака таки пусĕ, юнне чаршав хыçне илсе кĕрĕ те, пăру юнĕпе мĕн тунă, унăн юнĕпе те çавнах тăвĕ: арча хупăлчийĕ çине тата хупăлча умне сирпĕтĕ,—

(16) Израиль ывăлĕсен тасамарлăхĕнчен, вĕсем тунă йĕркесĕр ĕçсенчен, вĕсен мĕнпур çылăхĕнчен сăваплă вырăна çапла тасатĕ. Вĕсем патĕнче, вĕсен тасамарлăхĕ хушшинче вырăнаçнă пуху чатăрĕ тĕлĕшĕнчен те унăн çаплах тумалла.

(17) Вăл сăваплă вырăна тасатма кĕнĕ чухне, вăл унтан тухичченех пуху чатăрĕнче пĕр çын та пулмалла мар. Вăл хăйне, хăйĕн килне тата пĕтĕм Израиль халăхне çапла тасатĕ.

(18) Вăл Çÿлхуçа умĕнчи парне вырăнĕ умне тухĕ те ăна тасатĕ, пăру юнĕпе качака таки юнне илсе парне вырăнĕн мăйракисене пур енчен те сĕрсе тухĕ;

(19) парне вырăнĕ çине пÿрнипе çичĕ хутчен юн сирпĕтĕ, ăна тасатĕ, Израиль ывăлĕсен тасамарлăхĕнчен тасатса тасалăх тивлечĕ кÿрĕ.

(20) Сăваплă вырăна, пуху чатăрне тата парне вырăнне тасатас йĕркене туса çитерсессĕн [тата священниксене тасатсассăн], вăл чĕрĕ качака таки илсе пырĕ,

(21) Аарон хăйĕн икĕ аллине чĕрĕ качака таки пуçĕ çине хурĕ те ун тĕлĕнче Израиль ывăлĕсен мĕнпур йĕркесĕрлĕхне, вĕсен мĕнпур усал ĕçне, вĕсен мĕнпур çылăхне каласа асăнĕ, çавсене качака таки пуçĕ çине хурĕ те ăна ятарласа чĕнтернĕ çынпа пушхире кăларса ярĕ:

(22) качака таки вара вĕсен мĕнпур йĕркесĕрлĕхне хăй çинче çын çÿремен çĕре илсе кайĕ; çав çынни качака такине пушхире ярса хăварĕ.

(23) Аарон пуху чатăрне кĕрĕ те сăваплă вырăна кĕнĕ чухне тăхăннă йĕтĕн тумтирĕсене хывса вĕсене çавăнта хăварĕ,

(24) ÿтне сăваплă çĕрте шывпа çăвĕ те хăйĕн тумтирĕсене тăхăнĕ, унтан тухĕ те хăйшĕн пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрĕ тата халăхшăн пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрĕ, хăйне те, [хăйĕн килне те,] халăха та, [священниксене те] тасатĕ;

(25) çылăх парнийĕн çăвне парне вырăнĕ çинче çунтарĕ.

(26) Кăларса ямалли качака такине леçнĕ çыннăн хăйĕн тумтирне çумалла, ÿтне шывпа çуса тасатмалла, вăл вара тапăра кĕме пултарать.

(27) Сăваплă вырăна çылăхшăн кÿнĕ пăрупа çылăхшăн кÿнĕ качака такин юнĕпе тасатнă хыççăн вĕсен тирĕсене, вĕсен ашне, вĕсен тасамарлăхне тапăр тулашне илсе тухчăр та вутçулăм çинче çунтарса яччăр;

(28) вĕсене çунтарса яракан çыннăн хăйĕн тумтирне çумалла, ÿтне шывпа çуса тасатмалла, çавăн хыççăн вăл тапăра кĕме пултарать.

(29) Çакă сирĕншĕн ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке пултăр: çиччĕмĕш уйăхра, уйăхăн вуннăмĕш [кунĕнче], хăвăр чунăра йăвашланта рăр, çак çĕр çинче пурăнакан та, ютран килсе сирĕн хушшăрта пурăнакан та нимĕнле ĕç те ан тăвăр,

(30) сире хăвăрăн пĕтĕм çылăхăртан тасатмашкăн, сире Çÿлхуçа умĕнче таса тумашкăн сире çакă кун тасатаççĕ;

(31) ку — сирĕншĕн канăçлăх шăмачĕ, хăвăр чунăра йăвашлантарăр: ку — ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке.

(32) Тасатас йĕркене çу сĕрсе суйласа лартнă священник тумалла; ăна хăйĕн ашшĕ вырăнне священник ĕçне туса тăма суйланă, вăл йĕтĕн тумтир, тасалăх тивлечĕ кÿнĕ тумтир, тăхăнĕ те

(33) Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме тата пуху чатăрне тасатĕ, парне вырăнне тасатĕ, священниксене, мĕнпур халăха тасатĕ.

(34) Çакă сирĕншĕн ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке пултăр: Израиль ывăлĕсене мĕнпур çылăхĕсенчен çулталăкра пĕрре тасатмалла, тенĕ. Вăл вара Çÿлхуçа Моисее хушнă пек тунă.

Пай 17

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Ааронпа унăн ывăлĕсене, Израилĕн мĕнпур ывăлне пĕлтер, вĕсене кала: Çÿлхуçа акă мĕн хушать, те:

(3) Израиль килĕнчи çынсенчен [е сирĕн пата ютран килсе хутшăннисенчен] кам та пулсан тапăрта пăру е сурăх, е качака пуссассăн, е кам та пулсан тапăр тулашĕнче пуссассăн,

(4) ăна Çÿлхуçа çурчĕ умĕнче Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн пуху чатăрĕн алăкĕ патне илсе пымасассăн, [пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне е çăлăнăç парни — Çÿлхуçана юрăхлă, кăмăллă, ырă шăршăллă парне — кÿме илсе пымасассăн е кам та пулин тапăр тулашĕнче, пуху чатăрĕн алăкĕ патне илсе пымасăр пуссассăн,] çав çын çинче юн пулĕ: вăл юн тăкнă, çав çынна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç;

(5) çавăнпа та Израиль ывăлĕсем хăйсен хирте пусакан парнисене Çÿлхуçа умне пуху чатăрĕн алăкĕ патне, священник патне, илсе пыччăр та вĕсене Çÿлхуçана канăçлăх парнийĕ кÿме пусчăр;

(6) юнне священник пуху чатăрĕн алăкĕ патĕнче Çÿлхуçанăн пар не вырăнĕ çине сирпĕтĕ, çăвне Çÿлхуçана кăмăллă, ырă шăршăллă парне кÿме çунтарса ярĕ:

(7) вĕсем, йĕрĕхсем хыççăн аташса çÿрекенскерсем, малашне хăйсен парнисене йĕрĕхсене ан кÿччĕр. Çакă вĕсемшĕн сыпăкран сыпăка ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке пултăр.

(8) Вĕсене тата кала: Израиль йăхĕнчи çынсенчен е ютран килсе сирĕн хушшăрта пурăнакансенчен кам та пулсан пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне е урăх парне кÿрет пулсассăн,

(9) ăна Çÿлхуçана кÿме пуху чатăрĕн алăкĕ умне илсе пымасассăн, çав çынна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç.

(10) Израиль йăхĕнчи çынсенчен е ютран килсе сирĕн хушшăрта пурăнакансенчен кам та пулсан мĕнле те пулин юн çиес пулсассăн, Хамăн сăнăма юн çиекен çыннăн чунĕ енне çавăрăп та ăна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕп, имĕншĕн тесессĕн ÿтĕн чунĕ — юнра, сирĕн чунăра тасатмашкăн Эпĕ ăна парне вырăнĕ валли палăртрăм: çак юн чуна тасатать;

(12) Израиль ывăлĕсене Эпĕ çавăнпа каларăм та: сирĕнтен пĕри те юн çимелле мар, ютран килсе сирĕн хушшăрта пурăнакан та юн çимелле мар, терĕм.

(13) Израиль ывăлĕсенчен е ютран килсе сирĕн хушшăрта пурăнакансенчен кам та пулсан сунарта çÿренĕ чухне çиме юракан тискер кайăк е вĕçен кайăк тытсассăн, вăл унăн юнĕ юхса пĕтичченех кĕтсе тăмалла, юнне тăпрапа витмелле.

(14) Мĕншĕн тесессĕн кирек мĕнле ÿтĕн те чунĕ — унăн юнĕ, юн ÿтĕн чунĕ пулать; Израиль ывăлĕсене Эпĕ çавăнпа каларăм ĕнтĕ: нимĕнле ÿтрен тухакан юна та ан çийĕр, мĕншĕн тесессĕн кирек мĕнле ÿтĕн те чунĕ — унăн юнĕ: ăна çиекен кирек хăш çынна та пĕтерĕç.

(15) Виле ашне çиекен е тискер кайăк çурса пăрахнă аша çиекен кирек кам та — çав çĕрти çын пулсан та, ютран килнĕ çын пулсан та — хăйĕн тумтирне çуса тасатмалла, хаиен шывпа çаванмалла, вал каçченех таса мар пулĕ, кайран таса пулĕ;

(16) [хăйĕн тумтирне] çуса тасатмасассăн, ÿтне çумасассăн, вăл хăйĕн йĕркесĕрлĕхне хăй çине илĕ, тенĕ.

Пай 18

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(3) Хăвăр пурăннă Египет çĕрĕнчи ĕçсем тăрăх ан пурăнăр, Эпĕ сире илсе каякан Ханаан çĕрĕнчи ĕçсем тăрăх та ан пурăнăр, вĕсен йăлисем хыççăн ан çÿрĕр:

(4) Манăн саккунсене пурăнăçласа тăрăр, Эпĕ панă йĕркесене тытса тăрăр, вĕсем тăрăх пурăнăр. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(5) Эпĕ панă йĕркесене, Манăн саккунсене тытса пурăнăр, вĕсене пурăнăçласа тăрсассăн, çын чĕрĕ пулĕ. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(6) Никам та хăйне хурăнташ тивекен пĕр хĕрарăм патне те унăн çарамасне уçасшăн ан пытăр. Эпĕ Çÿлхуçа.

(7) Хăвăн аçу, хăвăн аннÿ çарамасне ан уç, вăл — санăн аннÿ, унăн çарамасне ан уç.

(8) Аçу арăмĕн çарамасне ан уç, ку вăл аçун çарамасĕ.

(9) Хăвăн аппун, йăмăкун — аçу хĕрĕн е аннÿ хĕрĕн — çарамасне, килте çуралнăи вĕсем, килте мари, вĕсен çарамасне ан уç.

(10) Ывăлу хĕрĕн çарамасне е хĕрÿ хĕрĕн çарамасне, вĕсен çарамасне, ан уç, вĕсем санăн çарамасу. пАçу арăмĕн хĕрĕн çарамасне, аçунтан çуралнăскерĕн çарамасне, ан уç; вăл [аçу урлă] санăн йăмăку пулать, унăн çарамасне ан уç.

(12) Аçу аппăшĕн, йăмăкĕн çарамасне ан уç, вăл санăн аçупа пĕртăван.

(13) Аннÿ аппăшĕн, йăмăкĕн çарамасне ан уç, вăл санăн аннÿпе пĕртăван.

(14) Аçупа пĕртăван пиччÿн çарамасне ан уç, арăмĕ çывăхне ан пыр: вăл санăн инкÿ.

(15) Хăвăн кинÿн çарамасне ан уç: вăл ывăлун арăмĕ, унăн çарамасне ан уç.

(16) Хăвăн пиччÿ, шăллу арăмĕн çарамасне ан уç, ку — пĕртăванун çарамасĕ.

(17) Амăшĕпе хĕрĕн çарамасне ан уç; унăн ывален херне, херен херне илсе весен çарамасне ан уç, ку йĕркесĕр ĕç: вĕсем унпа пĕр ÿтпе пĕр юнран пулнă.

(18) Арăмна унăн аппăшĕпе, йăмăкĕпе пĕрле качча ан ил, вăл кĕвĕçтерекенни пулса ан тăтăр, арăму пурăннă чухнех, ун умĕнчех унăн çарамасне ан уç.

(19) Арăму тасамарлăхĕнчен тасалнă вăхăтра ун çывăхне ан пыр, унăн çарамасне ан уç.

(20) Йăхташун арăмĕпе ан вырт, вăрлăхна юхтарса унпа ан ирсĕрлен.

(21) Хăвăн ачусене Молоха ĕçлесе тăма ан пар, хăвăн Турру ятне хисепрен ан кăлар. Эпĕ Çÿлхуçа.

(22) Арçынпа хĕрарăмпа выртнă пек ан вырт: ку йĕрĕнчĕк ĕç.

(23) Нимĕнле выльăхпа та ан вырт, [вăрлăхна] юхтарса унпа ан ирсĕрлен; хĕрарăм та выльăхпа пĕтĕçесшĕн пулса ун умне ан тăтăр: ку ирсĕр ĕç.

(24) Хăвăра çавăн евĕрлипе нимĕнпе те ан ирсĕрлентерĕр, Эпĕ халĕ сирĕн патăртан хăваласа яракан халăхсем хăйсене çавăн евĕрлипе ирсĕрлентерсе пĕтерчĕç;

(25) çĕр ирсĕрленсе çитрĕ, Эпĕ унăн йĕркесĕрлĕхĕ çине пăхрăм та, çĕр хăй çинче пурăнакансене хăй çийĕнчен сирсе ывăтрĕ.

(26) Эсир вара Эпĕ панă йĕркемсене, Манăн саккунăмсене тытса тăрăр, çав йĕрĕнчĕк ĕçсене пĕрне те эсир хăвăр та, сирĕн хушшăрта пурăнакан ютран килнĕ çын та ан тутăр,

(27) ку мĕнпур йĕрĕнчĕк ĕçе çак сирĕн умăрти çĕр çинче пурăннă çынсем туса тăчĕç те, çĕр ирсĕрленсе çитрĕ;

(28) ăна эсир те ирсĕрлентере пуçласассăн, çĕр çакăнта сирĕнтен малтан пурăннă халăхсене сирсе ывăтнă пек, сире те хăй çийĕнчен сирсе ан ывăттăр;

(29) кам та кам çак йĕрĕнчĕк ĕçсене тăвас пулсассăн, çавна тăваканĕн чунне хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç.

(30) Хăвăртан малтан пурăннисен ирсĕр йăлисемпе пурăнас марччĕ, çав йăласемпе ирсĕрленес марччĕ тесе, Эпĕ хушнине туса тăрăр. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, тенĕ.

Пай 19

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) “Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне пĕлтер, кала вĕсене: «сăваплă пулăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ, Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, сăваплă.

(3) Кашнийĕ хăйĕн амăшĕнчен, хăйĕн ашшĕнчен хăратăр, Манăн шăматкунăмсене уяса тăтăр. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(4) Йĕрĕхсем енне ан çаврăнăр, хăвăр валли шăратса кăларнă турăсем ан тăвăр. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(5) Çÿлхуçана канăçлăх парни кÿрес пулсассăн, ăна хăвăр валли ырăлăх тупма кÿрĕр:

(6) ăна парне кÿнĕ кунпа тепĕр кунне çимелле, виççĕмĕш куна юлнине вутçулăм çинче çунтарса ямалла;

(7) кам та пулсан ăна виççĕмĕш кунне çисессĕн, ку ирсĕр ĕç, ку юрăхлă пулас çук;

(8) ăна çиекенĕ хăй çине çылăх илĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçан сăваплă япалине ирсĕрлетнĕ, çак чуна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç.

(9) Хăвăр çĕрĕр çинче тырă вырнă чухне ану хĕрринех вырса ан тух, тăкăнса юлнă тырруна ан пуçтар,

(10) иçĕм пахчинчен çырлине пĕтĕмпех пуçтарса ан ил, тăкăннă çырлине те пахчаран ан пуçтар; ăна чухăн çын валли, ютран килнĕ çын валли хăвар. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(11) Ан вăрлăр, ан суеçтерĕр, пĕр-пĕрне ан улталăр.

(12) Манăн ятăмпа суя тупа ан тăвăр, хăвăн Турру ятне хисепрен ан кăлар. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(13) Çывăх çыннуна ан кÿрентер, ан çарат. Тара тытса ĕçлеттернĕ çынна тÿлемелли хак санра ирччен ан тăтăр.

(14) Хăлхасăр çынна хурласа ан калаç, суккăр умне ăна такăнтарса ÿкерме нимĕн те ан хур; [Çÿлхуçаран,] хăвăн Туррунтан хăра. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(15) Сутра тĕрĕс мар ĕç ан тăвăр; мĕскĕне ан тапта, аслă çынна юрама ан тăрăш; йăхташна тÿррипе сут ту.

(16) Хăвăн халăху хушшинче сăмах сарса çÿрекен ан пул, çывăх çыннун пурăнăçне пĕтерме ан çĕклен. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(17) Хăвăн тăванна ăшăнта кураймасăр ан çÿре; йăхташна питле, уншăн сана çылăх пулмĕ.

(18) Хăвăн халăхун ывăлĕсене усалпа ан тавăр, вĕсене хаяр ан сун, хăвăн çывăх çыннуна хăвна ху юратнă пек юрат. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(19) Эпĕ панă йĕркесене тытса тăрăр; хăвăн выльăхна урăх ăрупа ан пĕрлештер; хăвăн хирне икĕ тĕрлĕ вăрлăх ан ак; тĕрлĕ çипрен, çăм çиппипе йĕтĕн çиппинчен, хутăштарса тĕртсе тунă тумтир ан тăхăн.

(20) Кам та пулин хĕрарăмпа çывăрсассăн, хĕрарăмĕ качча кайма çураçса хунă хăрхăм пулсассăн, анчах та ăна ирĕке кăларма уншăн тÿлесе ĕлкĕреймен е ирĕке кăларма ĕлкĕреймен пулсассăн, вĕсене хаса памалла, анчах вĕлермелле мар, мĕншĕн тесессĕн вăл ирĕкри хĕрарăм мар;

(21) арçынĕ пуху чатăрĕн алăкĕ умне Çÿлхуçана кÿме ÿкĕнĕç парни — хăйĕн ÿкĕнĕç парнийĕ валли така — илсе пытăр;

(22) священник ăна хăй тунă çылăхĕнчен Çÿлхуçа умĕнче ÿкĕнĕç такипе тасатĕ, вара ăна çылăха кĕртнĕ çылăхĕ каçарăнĕ.

(23) Эсир, [хăвăра Çÿлхуçа Турă парас] çĕре çитсессĕн, унта çимĕç ÿстерекен пĕрпĕр йывăç лартсассăн, унăн çимĕçне касман çимĕç вырăнне хурăр: вĕсене виçĕ çулччен касман çимĕç вырăнне хурас пулать, вĕсене çимелле мар;

(24) тăваттăмĕш çулхине унăн мĕнпур çимĕçне Çÿлхуçа уявĕсене халалласа памалла;

(25) пиллĕкмĕш çул эсир унăн çимĕçне çиме пултаратăр, вăл ÿстернĕ пĕтĕм çимĕçе хăвăр валли пуçтарса илме те юрать. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(26) Юнпа ан çийĕр; вĕрÿ-суру ан тăвăр, юмăç ан пăхăр.

(27) Çÿçĕре йĕритаврах кас са ан тухăр, сухалу вĕçне касса ан пăс.

(28) Вилнĕ çыншăн хăвăр ÿтĕре каскаласа ан пĕтерĕр, хăвăр çине шăтарса ан çырăр. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(29) Хăвăн хĕрне аскăнланма ирĕк парса ăна ан ирсĕрлет, çĕр аскăнланса ан кайтăр, çĕр аскăнлăхпа ан тултăр.

(30) Манăн шăматăмсене уяса тăрăр, Манăн сăваплă вырăнăма хисеплĕр. Эпĕ Çÿлхуçа.

(31) Вилнĕ çынсене чĕнсе илекенсем патне ан кайăр, асамçăсем патне ан çÿрĕр, хăвăра хăвăр вĕсенчен ирсĕрленме ан парăр. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(32) Çÿçĕ шуралнă çын умĕнче ура çине тăр, ватă çынна хисепле, [Çÿлхуçаран] хăвăн Туррунтан хăраса тăр. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(33) Ютран килнĕ çын сирĕн çĕрĕре вырăнаçсан, ăна ан хĕсĕрлĕр:

(34) сирĕн хушшăра вырăнаçнă ютран килнĕ çын сирĕншĕн çак çĕрти çын пекех пултăр; ăна хăвна юратнă пекех юрат, мĕншĕн тесессĕн эсир хăвăр та Египет çĕрĕнче ютран пынă çынсем пулнă. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(35) Сутра, виçсе панă чухне, виçепе виçнĕ чухне ан улталăр:

(36) сирĕн виçĕрсем, виçе пуканĕсем тĕрĕс пулччăр, Ефа та, гин та тĕрĕс пулччăр. Эпĕ Çÿлхуçа, сире Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Туррăр.

(37) Манăн мĕнпур йĕркене, Манăн мĕнпур саккуна тытса пурăнăр, вĕсене туса тăрăр. Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр]»”, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Пай 20

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) çакна Израиль ывăлĕсене кала: Израиль ывăлĕсенчен е Израиль çыннисем хушшинче пурăнакан ютран килнĕ çынсенчен кам та кам хăйĕн ачине Молоха парать, çавна тытса вĕлерччĕр: çак çĕрти çынсем ăна чулпа персе вĕлерччĕр;

(3) Эпĕ Хамăн сăнăма çав çын енне çавăрăп, Манăн сăваплă вырăнăма ирсĕрлентермешкĕн, Манăн сăваплă ятăма хисепрен кăлармашкăн хăйĕн ачине Молоха панăшăн ăна хăйĕн халăхĕ хуш шинчен пĕтерĕп;

(4) çав çын хăйĕн ачине Молоха панине курса, çак çĕрти халăх ăна куç хывмасассăн, ăна вĕлермесессĕн,

(5) Эпĕ Хамăн сăнăма çав çын енне, унăн йăхĕ енне çавăрăп, ăна хăй халăхĕ хушшинчен пĕтерĕп, Молох хыççăн асса çÿреме ун хыççăн кайнисене те пурне те пĕтерĕп.

(6) Пĕрпĕр чун вилнĕ çынсене чĕнсе илекенсем патне, асамçăсем патне кайсассăн, вĕсем хыççăн асса çÿресессĕн, Эпĕ Хамăн сăнăма çав чун енне çавăрăп, ăна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕп.

(7) Хăвăра тасалăх тивлечĕ кÿрĕр, вара сăваплă пулăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, [сăваплă].

(8) Эпĕ хунă йĕркесене астуса тăрăр, вĕсене пурăнăçласа тăрăр: Эпĕ сире тасалăх тивлечĕ кÿрекен Çÿлхуçа.

(9) Кам хăйĕн ашшĕне е амăшне усал сăмах калать, ăна вĕлерме тытса паччăр; вăл хăйĕн ашшĕне, хăйĕн амăшне усал сăмах каланă: унăн юнĕ хăй çинче.

(10) Кам та пулин упăшкаллă арăмпа ясар тăвать пулсассăн, кам та пулин хăйĕн çывăх çыннин арăмĕпе ясар тăвать пулсассăн, ясар тăвакан арçыннине те, хĕрарăмне те вĕлерме тытса паччăр. пКам хăй ашшĕн арăмĕпе выртать, вăл хăй ашшĕн çарамасне уçнă: вĕсене иккĕшне те вĕлерме тытса паччăр: вĕсен юнĕ хăйсем çинче.

(12) Кам та пулин хăйĕн кинĕпе выртсассăн, вĕсене иккĕшне те вĕлерме тытса паччăр: вĕсем йĕрĕнчĕк ĕç тунă, вĕсен юнĕ хăйсем çинче.

(13) Кам та пулин арçынпа хĕрарăмпа выртнă пек выртсассăн, вĕсем иккĕшĕ те йĕрĕнчĕк ĕç тунă: вĕсене вĕлерме тытса паччăр, вĕсен юнĕ хăйсем çинче.

(14) Кам та пулин хăй валли арăм илсе унăн амăшне те илсессĕн, ку йĕркесĕр ĕç пулать; сирĕн хушшăрта йĕркесĕр ĕç ан пултăр тесе, ăна хăйне те, арăмĕсене те вутçулăм çинче çунтарса ямалла.

(15) Кам выльăхпа хутшăнать, ăна вĕлерме тытса памалла, выльăхне те вĕлерĕр.

(16) Хĕрарăм пĕрпĕр выльăх патне унпа пĕтĕçме кайсассăн, хĕрарăмне те, выльăхне те вĕлермелле: вĕсен юнĕ хăйсем çинче.

(17) Кам та пулин хăйĕн аппăшне е йăмăкне — хăй ашшĕн хĕрне е амăшĕн хĕрне — илсе унăн çарамасне курсассăн, хĕрĕ те унăн çарамасне курсассăн — ку намăс ĕç, вĕсене хăйсен халăхĕн ывăлĕсем умĕнче пĕтерччĕр; вăл хăйĕн аппăшĕн е йăмăкĕн çарамасне уçнă: вăл хăйĕн çылăхне хăех çĕклĕ.

(18) Кам та пулин арăмĕ юн юхса тасалнă вăхăтра унпа выртсассăн, унăн çарамасне уçсассăн, вăл унăн юхнине уçса хунă пулать, арăмĕ те хăйĕн юнĕ юхнине уçса кăтартнă пулать: вĕсене иккĕшне те хăйсен халăхĕ хушшинчен пĕтерччĕр.

(19) Аннÿ аппăшĕн е йăмăкĕн çарамасне, аçу аппăшĕн е йăмăкĕн çарамасне ан уç, ун пек çын хăйĕн ÿтне уçать: вĕсем хăйсен çылăхне хăйсем çĕклĕç.

(20) Кам хăйĕн ашшĕпе пĕртăванĕн е амăшĕпе пĕртăванĕн арăмĕпе выртать, вăл хăйĕн ашшĕпе пĕртăван пиччĕшĕн е куккăшĕн çарамасне уçнă пулать; вĕсем хăйсен çылăхне хăйсем çĕклĕç, ачапăча курмасăрах вилĕç.

(21) Кам та пулин хăйĕн пиччĕшĕн е шăллĕн арăмне илсессĕн, ку ирсĕр; вăл хăй тăванĕн çарамасне уçнă, вĕсем ачапăчасăр пулĕç.

(22) Манăн мĕнпур йĕркеме, мĕнпур саккунăма астуса тăрăр, вĕсене пурăнăçласа тăрăр, вара Эпĕ сире пурăнма парас çĕр сире хăй çийĕнчен сирсе ывăтмĕ.

(23) Эпĕ сирĕн патăртан хăваласа яракан халăх йăлисем тăрăх ан пурăнăр; вĕсем çаксене пурне те туса тăчĕç, çавăнпа Эпĕ вĕсене çилленсе çитрĕм,

(24) вара Эпĕ сире каларăм: вĕсен çĕрне эсир тытса тăрăр, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре ĕмĕрлĕхе сире паратăп, терĕм. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, Эпĕ сире халăхсем хушшинчен уйăрса илтĕм.

(25) Таса выльăха тасамарринчен уйăрма, таса вĕçен кайăка тасамарринчен уйăрма пĕлĕр; Эпĕ таса мар тесе уйăрнă выльăхпа, вĕçен кайăкпа, çĕр çумĕн çÿрекен чĕрчунпа хăвăр чунăра ан ирсĕрлентерĕр.

(26) Манăн умăмра сăваплă пулăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ, Çÿлхуçа, [сирĕн Туррăр,] сăваплă, Эпĕ сире Хамăннисем тумашкăн ытти халăхсенчен уйăрса илтĕм.

(27) Арçыни, хĕрарăми — вĕсем вилнĕ çынсене чĕнес пулсассăн е юм юмласассăн, вĕсене вĕлерме тытса паччăр: вĕсене чулпа персе вĕлермелле, вĕсен юнĕ хăйсем çинче, тенĕ.

Пай 21

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла каланă: священниксене, Аарон ывăлĕсене, пĕлтер, вĕсене кала: хăйсен халăхĕ хушшинче вилнĕ çынна сĕртĕнсе хăйсене хăйсем ан ирсĕрлетчĕр;

(2) çывăх тăванне çеç сĕртĕнме юрать, хăйĕн амăшне, ашшĕне, ывăлне, хĕрне, хăйĕнпе пĕртăван пиччĕшнешăллĕне,

(3) качча каймасăр ун патĕнче пурăнакан аппăшнейăмăкне сĕртĕннипе вăл ирсĕрленмест;

(4) вăл хăйĕн халăхĕ хушшинче кама та пулсан сĕртĕнсе хăйне хăй ан ирсĕрлеттĕр, таса мар ан пултăр.

(5) Вĕсен хăйсен çÿçне хырмалла мар, сухал вĕçне касса тикĕслемелле мар, хăйсен ÿтне каскаласа пĕтермелле мар.

(6) Вĕсен хăйсен Турришĕн таса пулмалла, хăйсен Туррийĕн ятне хисепрен кăлармалла мар: вĕсем Çÿлхуçана парне кÿрсе тăраççĕ, хăйсен Туррине çăкăр кÿреççĕ, çавăнпа вĕсем таса пулмалла.

(7) Вĕсен аскăн хĕрарăма, ячĕ пăсăлнă хĕрарăма качча илмелле мар, упăшки уйăрса янă арăма та илмелле мар, мĕншĕн тесессĕн вĕсем хăйсен [Çÿлхуçа] Турришĕн таса пулмалла.

(8) Ăна тасалăх тивлечĕ кÿр, вăл санăн [Çÿлхуçа] Турруна çăкăр кÿрет: вăл сăваплă пултăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ, сире тасалăх тивлечĕ кÿрекен Çÿлхуçа, сăваплă.

(9) Священник хĕрĕ хăйне хăй аскăн ĕçпе ирсĕрлетсессĕн, вăл хăй ашшĕне хисепрен кăларать; ăна вутпа çунтарса ямалла.

(10) Хăй тăванĕсем хушшинче асли пулса тăракан священникăн çара пуçăн çÿремелле мар, хăйĕн тумтирне çуркаламалла мар: унăн пуçĕ çине сĕрмелли çу юхтарнă, таса тумтир тăхăнмашкăн ăна тасалăх тивлечĕ кÿнĕ; пунăн нимĕнле вилнĕ çын çывăхне те пымалла мар: вилнĕ ашшĕпе амăшĕ çумне сĕртĕнсе те хăйне хăй ирсĕрлетмелле мар.

(12) Унăн сăваплă вырăн патĕнчен каймалла мар, хăй Туррийĕн сăваплă вырăнне хисепрен кăлармалла мар: хăй Туррийĕн сĕрмелли çăвĕпе сĕрсе тасалăх тивлечĕ кÿни ун çинче. Эпĕ Çÿлхуçа.

(13) Арăмне унăн [хăй халăхĕн] хĕрне илмелле;

(14) унăн тăлăх арăма е упăшки уйăрнă арăма, е ячĕ пăсăлнине, [е] аскăн хĕрарăма илмелле мар, арăмне унăн хăй халăхĕн хĕрне илмелле;

(15) хăй халăхĕ хушшинче унăн хăй йăхне çĕртмелле мар: Эпĕ — ăна тасалăх тивлечĕ кÿрекен Çÿлхуçа [Турă], тенĕ.

(16) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(17) Аарона кала: сан йăхăнтан тухнă çыннăн ÿтпĕвĕ çинче пĕрпĕр кăлтăк пулсассăн, ун пек çыннăн нихăшĕн те нихăçан та хăйĕн Туррине çăкăр кÿме пымалла мар;

(18) ÿтпĕвĕ çинче камăн кăлтăк пур, çавăн пек çын никам та пыма тивĕçлĕ мар: суккăрри те, уксаххи те, чăлаххи те,

(19) ури хуçăлса е алли хуçăлса аманни те,

(20) асат хуçни те, хăрнă шăмăлли те, куçне шурă илни те, кĕсенçăпанли те, кукшалли те, сиенленнĕ çăмарталли те;

(21) Аарон священник йăхĕнчен тухнă çын, унăн ÿтпĕвĕ çинче кăлтăк пулсассăн, пĕри те Çÿлхуçана парне кÿме пымалла мар; ун çинче [кăлтăк] пур, çавăнпа унăн хăйĕн Туррине çăкăр кÿме пымалла мар;

(22) унăн аслă сăваплă парнесенчен, сăваплă парнесенчен хăйĕн Туррийĕн çăкăрне çиме юрать,

(23) анчах унăн чаршав патне пымалла мар, парне вырăнĕ патне те çывăхармалла мар, мĕншĕн тесессĕн ун çинче кăлтăк пур: Манăн сăваплă вырăнăма унăн хисепрен кăлармалла мар: Эпĕ вĕсене тасалăх тивлечĕ кÿрекен Çÿлхуçа, тенĕ.

(24) Моисей çакна Ааронпа унăн ывăлĕсене, Израилĕн мĕнпур ывăлне каласа пĕлтернĕ.

Пай 22

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Ааронпа унăн ывăлĕсене кала: вĕсем Израиль ывăлĕсенĕн сăваплă япалисене сыхлануллăн тыткалаччăр, Мана халаллакан парнисем урлă Манăн сăваплă ятăма хисепрен ан кăларччăр. Эпĕ Çÿлхуçа.

(3) Вĕсене кала: сирĕн ăрăвăр çынни — кирек хăш сыпăкри çын та — хăй таса мар чухнех Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана халаллакан сăваплă парнесем патне пырас пулсассăн, çав чуна Манăн куçăм умĕнчен пĕтерччĕр; Эпĕ Çÿлхуçа [сирĕн Туррăр].

(4) Аарон вăрлăхĕнчен тухнă çын тилçеллĕ пулсассăн е юхакан чирлĕ улсассăн, хăй тасалса çитиччен унăн сăваплă парнерен çимелле мар; кам та пулин пĕрпĕр вилĕ таврашне сĕртĕнсессĕн е камăн та пулин вăрлăхĕ юхса тухсассăн,

(5) е кам та пулин пĕрпĕр çĕлен-калтана сĕртĕнсе тасамарлансассăн, е çынна сĕртĕнсе унăн кирек мĕнле тасамарлăхне те пула таса мар пулса тăрсассăн,

(6) çавсене сĕртĕннĕ çын каçченех таса мар пулĕ, хăйĕн ÿтне шывпа çуса тасатиччен унăн сăваплă парнерен çимелле мар;

(7) хĕвел ансан, хăйне тасатсан вăл сăваплă парнерен çиме пултарать, мĕншĕн тесессĕн ку — унăн çимĕçĕ.

(8) Унăн виле ашне, тискер кайăк çурса пăрахнине çимелле мар, унпа ирсĕрленмелле мар. Эпĕ Çÿлхуçа.

(9) Вĕсем Эпĕ хушнисене астуса тăччăр, çакна пăсса хăйсем çине çылăх ан илччĕр, çылăхпах вилмелле ан пулччăр. Эпĕ вĕсене тасалăх тивлечĕ кÿрекен Çÿлхуçа [Турă].

(10) Урăх çын никам та сăваплă парнерен çимелле мар; священник патне вырăнаçнă çын та, кĕрĕшсе ĕçлекен те сăваплă парнерен çимелле мар; Исвященник хăй валли кĕмĕл тÿлесе çын туянсассăн, çав çын сăваплă парнерен çиме пултарать; унăн килĕнче çуралса ÿснисем те унăн çăкăрне çиме пултараççĕ.

(12) Священник хĕрĕ ют çынна качча кайсассăн, унăн вара сăваплă парнене кÿнине çимелле мар;

(13) священник хĕрĕ тăлăх арăма юлсассăн е ăна уйăрса янă пулсассăн, унăн ачисем пулмасассăн, вăл ашшĕ килне таврăнса çамрăк чухнехи пек пурăнсассăн, вăл ашшĕ çăкăрне çиме пултарать; урăх çыннăн ăна никамăн та çимелле мар.

(14) Кам та кам йăнăшпа сăваплă парнесенчен мĕн те пулин çиет, унăн çав сăваплă япалана священника памалла, ун çумне тата унăн пиллĕкмĕш пайне хушмалла.

(15) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана кÿрекен сăваплă парнесене священниксен хăйсен те вараламалла мар,

(16) хăйсен сăваплă пайĕсене çинĕ чухне вĕсем йĕркесĕр ĕç туса хăйсем айăпа ан кĕччĕр: Эпĕ вĕсене тасалăх тивлечĕ кÿрекен Çÿлхуçа, тенĕ.

(17) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(18) Ааронпа унăн ывăлĕсене, Израилĕн мĕнпур ывăлне пĕлтер, вĕсене кала: Израиль килĕнчен е ютран килсе Израиль çыннисем хушшине [вырăнаçнисенчен] кам та пулин пĕрпĕр сăмах панипе е тимлĕ пулнипе хăйĕнчен Çÿлхуçана пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне кÿрет пулсассăн,

(19) вăл çапла Турăран ырăлăх тупас тесессĕн, унăн парни айăпсăр ар выльăх пулмалла, шултăра выльăх, сурăх, качака пулмалла;

(20) айăплă выльăха нихăшне те [Çÿлхуçана] ан парăр: вăл сире ырăлăх кÿмĕ.

(21) Кам та пулин сăмах панипе е тимлĕ пулнипе [е хăвăр уявăрсенче] Çÿлхуçана канăçлăх парни — шултăра выльăх е вак выльăх — кÿрет пулсассăн, парни Турра юрăхлă пултăр тесессĕн, унăн парни айăпсăр пулмалла: унăн пĕр кăлтăк та пулмалла мар;

(22) суккăр выльăха е аманнине, е чăлаххине, е чирлине, е кĕсенçăпанлине, е кукшаллине — çакăн евĕрлисене Çÿлхуçана ан парăр, вĕсене Çÿлхуçанăн парни вырăнĕ çинче парне кÿме ан парăр;

(23) пăрупа путекĕн урисем виçесĕр вăрăм е кĕске пулсассăн, вĕсене тимлĕ пулнипе кÿрекен парне пек кÿме пултаратăн; сăмах панипе кÿрес пулсассăн, ку парне вара Турра юрăхлă мар;

(24) выльăхăн çăмарти йĕкелĕсем лапчăннă, аманнă, татăлса ÿкнĕ е вĕсене касса илнĕ пулсассăн, ăна Çÿлхуçана ан кÿрĕр, хăвăр çĕрĕрте çакна ан тăвăр;

(25) хăвăр Туррăра парне кÿмешкĕн çакăн пек выльăха ют çĕр çыннисенчен те ан туянăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсен кăлтăкĕ-сиенĕ пур, вĕсен айăпĕ пур; вĕсем сире ырăлăх кÿреймĕç, тенĕ.

(26) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(27) пăру е сурăх путекĕ, е качака путекĕ çуралсан унăн çичĕ кун амăшĕ çумĕнче пулмалла; саккăрмĕш кунран пуçласа унтан малалла вăл Çÿлхуçана парне кÿме юрăхлă пулĕ;

(28) анчах ĕнине — пăруланă пăрушĕпе, сурăхне пăранланă путеккипе пĕрле пĕр кунта ан пусăр.

(29) Çÿлхуçана тав парни кÿретĕр пулсассăн, вăл сире ырăлăх кÿмелле пултăр, ăна çапла кÿрĕр;

(30) ăна çав кунах çисе ямалла, ирччен унран нимĕн те ан хăварăр. Эпĕ Çÿлхуçа.

(31) Манăн ÿкĕтĕмсене тытса тăрăр, вĕсене пурăнăçласа тăрăр. Эпĕ Çÿлхуçа.

(32) Манăн сăваплă ятăма хисепрен ан кăларăр, Израиль ывăлĕсем хушшинче Эпĕ сăваплă пулам. Эпĕ сире тасалăх тивлечĕ кÿрекен Çÿлхуçа,

(33) сирĕн Туррăр пулмашкăн Эпĕ сире Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм. Эпĕ Çÿлхуçа, тенĕ.

Пай 23

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, вĕсене Çÿлхуçанăн сăваплă пуху чĕнсе пуçтармалли уявĕсем çинчен каласа пар. Манăн уявăмсем çаксем:

(3) ултă кун ĕç тума юрать, çиччĕмĕш кун канăçлăх шăмачĕ, сăваплă пуху кунĕ; нимĕнле ĕç те ан тăвăр; ку — сирĕн пур килĕрçуртăршăн та Çÿлхуçанăн шăматкунĕ.

(4) Çÿлхуçа уявĕсем, сирĕн кăтартса хунă вăхăтра чĕнсе пуçтармалли сăваплă пухусем, çаксем:

(5) пĕрремĕш уйăхра, уйăхăн вунтăваттăмĕш [кунĕнче,] каçхине Çÿлхуçа Пасхи;

(6) çав уйăхрах вунпиллĕкмĕш кунĕнче Çÿлхуçа ячĕпе — тутлăлла çăкăр уявĕ; çичĕ кунччен тутлăлла çăкăр çийĕр;

(7) пĕрремĕш кунĕнче сирĕн сăваплă пуху пултăр; нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр;

(8) çичĕ кун хушши Çÿлхуçана парне кÿрсе тăрăр; çиччĕмĕш кунне каллех сăваплă пуху пултăр; нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр, тенĕ.

(9) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(10) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, вĕсене кала: эсир Эпĕ сире паракан çĕре çитсессĕн, унта тырă выра пуçласассăн, хăвăр малтан вырнă кĕлтĕре священник патне илсе пырăр;

(11) сире ырăлăх кÿме вăл çав кĕлтене Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе кÿрĕ; священник ăна уявăн тепĕр кунне силлентерсе кÿрĕ;

(12) силлентерсе кĕлте кÿнĕ кун пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне — айăпсăр пĕр çулхи путек — кÿрĕр,

(13) тата унпа пĕрле тырăпулă парни кÿме пĕр Ефа тулă çăнăхĕн иккĕ вуннăмĕш пайне илсе ăна йывăç çăвĕпе хутăштарăр та, ун çине чĕрĕк гин эрех юхтарса, Çÿлхуçана кăмăллă, ырă шăршăллă парне кÿрĕр;

(14) хăвăр Туррăра çакă парнесене кÿмелли кунччен нимĕнле çĕнĕ çăкăр та, типĕтнĕ тырă пĕрчисем те, чĕрĕ пĕрчĕсем те ан çийĕр: çакă сирĕн пĕтĕм килĕрçуртăрта сыпăкран сыпăка тытса пымалли ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке.

(15) Уяв хыççăнхи пĕрремĕш кунран пуçласа, кĕлтене силлентерсе кÿнĕ кунран пуçласа, çичĕ тулли эрне шутласа илĕр;

(16) çиччĕмĕш эрне вĕçленнĕ кунран пуçласа малтанхи куна çитиччен аллă кун шутласа илĕр, çавăн чухне Çÿлхуçана каллех тырăпулă парни кÿрĕр:

(17) силлентерсе кÿмешкĕн килсерен икĕ çăкăр парăр, вĕсене пĕр Ефа тулă çăнăхĕн иккĕ вуннăмĕш пайне илсе пĕçермелле, Çÿлхуçана кÿмелли малтанхи çимĕç тесе вĕсене йÿçĕтсе пĕçермелле;

(18) çăкăрсемпе пĕрле айăпсăр пĕр çулхи çичĕ путек, шултăра выльăхран пĕр пăру илсе пырăр тата [айăпсăр] икĕ така илсе пырăр; çакă пĕ тĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана кÿмешкĕн пултăр, тата тырăпулă парни, ун çине юхтармалли кÿрĕр, Çÿлхуçана кăмăллă, ырă шăршăллă парне пултăр.

(19) [Малтанхи çимĕç çăкăрĕпе пĕрле] çылăх парни кÿме качака кĕтĕвĕнчен пĕр качака таки хатĕрлĕр, канăçлăх парни кÿме пĕр çулхи икĕ путек хатĕрлĕр;

(20) çакна священник силлентерсе кÿрекен малтанхи çимĕç çăкăрĕсемпе пĕрле, икĕ путекпе пĕрле Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе кÿмелле, вăл вара Çÿлхуçана панă сăваплă япала пулĕ; [çакă ĕнтĕ парне кÿрекен] священника [тивĕçлĕ];

(21) çав кун халăха чĕнсе пуçтарăр, сирĕн сăваплă пуху пултăр, нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр: çакă сирĕн пур килĕрçуртăрта сыпăкран сыпăка пымалли ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке.

(22) Хăвăр çĕрĕр çинче тырă вырма тытăнсассăн, вырнă чухне ану хĕрринех вырса ан тух, тăкăнса юлнă тырруна та ан пуçтар; ăна чухăн валли, ютран килнĕ çын валли хăвар. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, тенĕ.

(23) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(24) Израиль ывăлĕсене кала: çиччĕмĕш уйăхра, уйăхăн пĕрремĕш [кунĕнче], сирĕн канăç пултăр, [сирĕн] трупа уявĕ, сăваплă пуху [пултăр];

(25) нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр, Çÿлхуçана парне кÿрĕр, тенĕ.

(26) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(27) çак çиччĕмĕш уйăхăн тăххăрмĕш [кунĕнче те] тасалмалли кун, сирĕн сăваплă пуху пултăр; чунăра йăвашлантарăр, Çÿлхуçана парне кÿрĕр;

(28) çак кун нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр, вăл — тасалмалли кун, сире Çÿлхуçа Туррăр умĕнче тасатмашкăн панă кун;

(29) çакă кун хăйне йăвашлантарман кирек хăш чуна та хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç;

(30) çакă кун пĕрпĕр чун мĕнле те пулин ĕç тусассăн, Эпĕ çав чуна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕп;

(31) нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр: çакă сирĕн пур килĕрçуртăрта сыпăкран сыпăка пымалли ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке;

(32) ку вăл сирĕншĕн канăçлăх шăмачĕ, уйăхăн тăххăрмĕш [кунĕн] каçĕнчен пуçласа хăвăр чунăра йăвашлантарăр; уйăхăн тăххăрмĕш кунĕн каçĕнчен пуçласа [уйăхăн вуннăмĕш кунĕн] каçĕччен хăвăр шăматăра уявлăр, тенĕ.

(33) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(34) Израиль ывăлĕсене кала: çав çиччĕмĕш уйăхрах вунпиллĕкмĕш кунĕнчен пуçласа Çÿлхуçашăн çичĕ кун хушши хÿшĕ уявĕ тăвăр;

(35) пĕрремĕш кунĕнче сăваплă пуху пултăр, нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр;

(36) çичĕ кун хушши Çÿлхуçана парне кÿрĕр; саккăрмĕш кунне сирĕн сăваплă пуху пултăр, Çÿлхуçана парне кÿрĕр: ку — уявпа сывпуллашни, нимĕнле ĕç те ан ĕçлĕр.

(37) Çÿлхуçа уявĕсем çаксем ĕнтĕ: çав уявсенче сăваплă пуху чĕнсе пуçтарса Çÿлхуçана парнесем — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне, тырăпулă парни, пуснă парнесем, юхтармалли парнесем — кÿмелле, кашни кунĕнче хăйĕн парнисене кÿмелле,

(38) сирĕн çак парнесене Çÿлхуçа шăматкунĕ кÿрекен парнесем çумне, хăвăр парнĕрсем, сăмах панипе, тимлĕ пулнипе кÿрекен парнĕрсем çумне хушса памалла.

(39) Çиччĕмĕш уйăхăн вунпиллĕкмĕш кунĕнче, эсир çĕр ÿстернĕ çимĕçсене пуçтарнă чухне, Çÿлхуçа уявне çичĕ кун уявлăр: пĕрремĕш кунĕнче те канăç, саккăрмĕш кунĕнче те канăç;

(40) пĕрремĕш кунĕнче илемлĕ йывăç турачĕсем, пальма турачĕсем, сарлака çулçăллă йывăç турачĕсем, шыв хĕрринче ÿсекен хăва турачĕсем илĕр те Çÿлхуçа Туррăр умĕнче çичĕ кунччен хĕпĕртесе савăнăр;

(41) Çÿлхуçанăн çак уявне çулталăкра çичĕ кун хушши уявлăр: çакă сирĕншĕн сыпăкран сыпăка пымалли ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке; ăна çиччĕмĕш уйăхра уявлăр;

(42) çичĕ кун хÿшĕре пурăнăр; çак çĕрте пурăнакан кирек хăш Израиль çынни те хÿшĕре пурăнмалла:

(43) Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухсассăн, Эпĕ вĕсене хÿшĕсене вырă наçтарнине сирĕн йăхăрсем пĕлсе тăччăр. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, тенĕ.

(44) Моисей вара Израиль ывăлĕсене Çÿлхуçа уявĕсем çинчен каласа пĕлтернĕ.

Пай 24

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене хăвăн патна çапса юхтарнă чи паха йывăç çăвĕ илсе килме хуш: çутă çутмалли çутаткăç пĕр чарăнмасăр çунса тăтăр;

(3) ăна Аарон [тата унăн ывăлĕсем] Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умĕнчи чаршав тулашне, пуху чатăрне Çÿлхуçа умне лартса, каçран пуçласа ирччен яланах çунтарса тăмалла; çакă сирĕншĕн сыпăкран сыпăка пымалли ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке;

(4) çутаткăçа вĕсен Çÿлхуçа умне яланах таса шантал çине лартмалла.

(5) Тулă çăнăхĕ ил те унран вуникĕ çăкăр пĕçер; кашни çăкăрĕнче Ефан иккĕ вуннăмĕш пайĕ пулмалла;

(6) вĕсене Çÿлхуçа умне таса сĕтел çине икĕ пая уйăрса ултшарăн купаласа хур;

(7) [кашни] купи çине таса ливан [тата тăвар] хур, çакă çăкăрпа пĕрле пулĕ, асра тытмалли, Çÿлхуçана кÿмелли парне пулĕ;

(8) çакна яланах шăматкунсерен Израиль ывăлĕсенчен илсе Çÿлхуçа умне хумалла: ку ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке;

(9) вăл Ааронпа унăн ывăлĕсене пулĕ, Ааронпа унăн ывăлĕсем ăна сăваплă çĕрте çийĕç, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçана панă парнесенчен çакă — вĕсемшĕн аслă сăваплă япала: ку ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке, тенĕ.

(10) Пĕр Израиль хĕрарăмĕн Египет çыннинчен çуралнă ывăлĕ Израиль ывăлĕсем патне пынă, çав Израиль хĕрарăмĕн ывăлĕ тапăрта Израиль çыннипе хирĕçсе кайнă;

(11) Израиль хĕрарăмĕн ывăлĕ [Çÿлхуçа] ятне хурланă, усал сăмахсем каланă. Ăна Моисей патне илсе пынă [унăн амăшĕ Саломиф ятлă пулнă, вăл Дан ăрăвĕнчен тухнă Даврий хĕрĕ пулнă];

(12) вĕсене Çÿлхуçа ирĕкне пĕлтериччен çак Израиль хĕрарăмĕн ывăлне хупса лартнă.

(13) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(14) усал калаçнă çынна тапăр тулашне илсе тух та, вăл каланине илтекенсем пурте аллисене унăн пуçĕ çине хуччăр, вара пĕтĕм халăх ăна чулпа персе вĕлертĕр;

(15) Израиль ывăлĕсене кала: кам хăйĕн Туррине хурласа калаçать, çавă хăйĕн çылăхне хăй çине илет;

(16) Çÿлхуçа ятне хур тăвакан вилме тивĕçлĕ, ăна пĕтĕм халăх чулпа персе вĕлерĕ: вăл ютран килнĕ çыни е çак çĕрти çынахи, [Çÿлхуçа] ятне хурлать пулсассăн, ăна вĕлерме тытса парĕç.

(17) Кам пĕрпĕр çынна вĕлерет, ăна вĕлерме тытса парĕç.

(18) Кам выльăха вĕлерет, вăл уншăн тÿлеме тивĕç, выльăхшăн выльăх памалла.

(19) Кам йăхташĕн ÿтне сиен тăвать, ăна та, хăй мĕн тунă, çавнах тумалла:

(20) амантнăшăн амантмалла, куçшăн — куç, шăлшăн — шăл; вăл çыннăн ÿтне епле сиен тунă, ăна та çаплах тумалла.

(21) Кам выльăха вĕлерет, вăл уншăн тÿлеме тивĕç; кам çынна вĕлерет, ăна хăйне вĕлерме тытса памалла.

(22) Ютран килнĕ çыншăн та, çак çĕрти çыншăн та сирĕн пĕр сут пулмалла: Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, тенĕ.

(23) Моисей Израиль ывăлĕсене каласа панă; вара усал сăмах каланă çынна тапăр тулашне илсе тухнă та чулпа персе вĕлернĕ, Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа Моисее хушнă пек тунă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Пай 25

(1) Çÿлхуçа Моисее Синай тăвĕ çинче çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, вĕсене кала: эсир Эпĕ хăвăра паракан çĕре çитсессĕн, Çÿлхуçанăн шăматкунĕ çĕр канса вырттăр; Зултă çулччен хăвăн хирне акса тăр, ултă çулччен хăвăн пахчунта иçĕм турачĕсене касса тăр, вĕсем ÿстернĕ çимĕçе пуçтар,

(4) çиччĕмĕш çул вара çĕршĕн канăçлăх шăмачĕ, Çÿлхуçа шăмачĕ, пултăр: хăвăн хирне ан ак, иçĕм турачĕсене ан кас;

(5) хăвăн ану çинче хăех ÿссе ларнине вырса ан ил, касман иçĕм турачĕсем çинчи çырлана ан тат; çак çул çĕршĕн канăçлăх çулĕ пултăр;

(6) çав çимĕçсем сирĕншĕн пуриншĕн те çĕр шăмачĕ иртичченех çимелли апат пулĕç: саншăн та, санăн арçын чурушăн та, хĕрарăм чурушăн та, тара тытнă тарçушăн та, сан патна пурăнма куçса пынă çыншăн та,

(7) санăн выльăхушăн та, санăн çĕрÿ çинчи тискер кайăксемшĕн те çĕр ÿстернĕ мĕнпур çимĕç çимелли апат пултăр.

(8) Çичĕ шăмат çул шутласа хур, çичĕ хутчен çичĕ çул шутла, çичĕ шăмат çулĕнче хĕрĕх тăхăр çул пултăр;

(9) вара çиччĕмĕш уйăхра, уйăхăн вуннăмĕш [кунĕнче], трупа кăшкăрт, тасалмалли кун хăвăрăн пĕтĕм çĕрĕрте трупа кăшкăртăр;

(10) аллăмĕш çула тасалăх тивлечĕ кÿрĕр, çак çĕрте пурăнакан пур çынна та ирĕке кăларăр: сирĕн çакă юбилей пултăр; кашнийĕ хăйне тивĕçлĕ çĕре таврăнтăр, кашнийĕ хăйĕн йăхĕ патне таврăнтăр.

(11) Аллăмĕш çул сирĕн юбилей пултăр: ан акăр, ан вырăр, çĕр çинче хăех ÿссе ларнине те ан вырăр, касман туратсем çинчи иçĕм çырлине те ан татăр,

(12) мĕншĕн тесессĕн ку — юбилей: вăл сирĕншĕн сăваплă пултăр; çĕр ÿстернĕ çимĕçсене хиртен илсе çийĕр.

(13) Юбилей çулĕ кашнийĕ хăйне тивĕçлĕ çĕре таврăнтăр.

(14) Йăхташна мĕн те пулин сутас пулсассăн е йăхташунтан мĕн те пулин туянас пулсассăн, пĕрпĕрне ан кÿрентерĕр;

(15) йăхташунтан мĕн те пулин сутăн илнĕ чухне эсĕ юбилей хыççăнхи çулсен шутне кура тÿле, вăл та сана çав çулсенче илес тупăша кура суттăр;

(16) çулĕ чылаях юлать пулсассăн, хакне ÿстер; нумаях юлмасть пулсассăн, хакне чакар: вăл сана миçе хутчен тырă вырса илессине шута хурса сутать.

(17) Пĕрпĕрне ан кÿрентерĕр; хăвăн Туррунтан хăра: Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр.

(18) Эпĕ хунă йĕркесене туса тăрăр, Манăн саккунăмсене астуса тăрăр, вĕсене пурăнăçласа тăрăр, вара çĕр çинче канăçлă пурăнатăр;

(19) çĕр хăй çимĕçне парса тăрĕ, эсир тăраниччен çиетĕр, çĕр çинче канăç лă пурăнатăр.

(20) Эсир: çиччĕмĕш çулхине акмасассăн, хамăр ĕçлесе тунине вырса илмесессĕн, пирĕн мĕн çисе пурăнмаллаха? тейĕр.

(21) Эпĕ улттăмĕш çул сирĕн çине Хамăн пиллĕхĕме ярăп, çак çул çĕр виçĕ çуллăх çимĕç кÿрĕ;

(22) саккăрмĕш çул вара акатăр, çиессе тăххăрмĕш çулчченех кивĕ тырăпулă çиетĕр; çĕнĕ тырă ĕлкĕриччен киввине çиетĕр.

(23) Çĕре ĕмĕрлĕхе сутмалла мар, мĕншĕн тесессĕн вăл — Манăн çĕр, эсир ютран килнĕ çынсем, Ман патăма килсе вырăнаçнă çынсем;

(24) хăвăр тытса тăракан çĕршывăн пур хутлăхĕнче те çĕре каялла тÿлесе илме ан чарăр.

(25) Тăвану çука юлса хăйĕн çĕрне сутас пулсассăн, унăн çывăх хурăнташĕ пырĕ те тăванĕ сутнă çĕршĕн тÿлесе ăна каялла илĕ;

(26) уншăн тÿлесе илекенĕ пулмасассăн, вăл хăй вăй çитерсе тÿлесе татмалăх пухсассăн,

(27) çĕрне хăш çулта сутнине шута илсе катса юлтăр та ыттине хăй сутнă çынна патăр, çапла хăй çĕрне каялла тавăртăр;

(28) тавăрса памаллине тупма вăйĕ çитеймесессĕн, сутнă çĕрĕ ăна туяннă çын аллинче юбилей çулĕ çитиччен юлĕ, юбилей çулĕнче çав çĕр унăн аллинчен кайĕ, сутакан çынни вара хăйĕн çĕрне каялла тавăрĕ.

(29) Кам та пулин хÿме çавăрнă хулара хăйĕн пурăнмалли килçуртне сутсассăн, сутнă кунран пуçласа çулталăк иртиччен ăна каялла тÿлесе илме юрать: ăна çулталăк хушшинче каялла тÿлесе илме юрать;

(30) ăна çулталăк иртсе кайиччен каялла тÿлесе илеймесессĕн, хÿмеллĕ хулари çурт ĕмĕрлĕхех сутăн илекене, унăн йăхне юлĕ, юбилей çулĕнче те каялла таврăнмĕ.

(31) Хÿме çавăрман ялхуласенчи çуртсене хирти çĕрпе тан шутламалла: вĕсене [кирек хăçан та] каялла тÿлесе илме юрать, вĕсене юбилей çулĕнче каялла тавăрса памалла.

(32) Левитсен хулисене, вĕсем тытса тăракан хуласенчи çуртсене вара Левитсем кирек хăçан та каялла тÿлесе илме пултараççĕ;

(33) Левитсенчен хăшĕ те пулин каялла тÿлесе илеймест пулсассăн, вĕсем тытса тăракан хулари сутнă çурт юбилей çулĕнче вĕсен аллине каялла таврăнĕ, мĕншĕн тесессĕн Левитсен хулисенчи çуртсем вĕсен Израиль ывăлĕсем хушшинчи еткерĕ пулаççĕ;

(34) вĕсен хулисем таврашĕнчи хирсене те сутма юрамасть, мĕншĕн тесессĕн ăна вĕсене ĕмĕрлĕхе еткерлĕхе панă.

(35) Хăвăн тăвану çука юлсассăн, пĕтĕмпех пĕтсе çитсессĕн, эсĕ ăна пулăш, ютран килнĕ çыни вăл е сирĕн патăра пырса вырăнаçнă çыни — пурпĕрех пулăш, вăл санпа пĕрле пурăнтăр;

(36) унран услам та, тупăш та ан ил, хăвăн Туррунтан хăра; [Эпĕ Çÿлхуçа,] тăвану санпа пĕрле пурăнтăр;

(37) ăна хăвăн кĕмĕлне услам тăвасшăн ан пар, ăна хăвăн тырруна та тупăш тăвасшăн ан пар.

(38) Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр: сире Ханаан çĕрне памашкăн, Хам сирĕн Туррăр пулмашкăн Эпĕ сире Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм.

(39) Хăвăн тăвану çука юлсассăн, ăна сана сутсассăн, эсĕ ун çине чура ĕçне ан тие;

(40) вăл сан патăнта тара тытнă çын пек, пырса вырăнаçнă çын пек пурăнтăр; юбилей çулĕ çитиччен сан патăнта ĕçлесе тăтăр,

(41) юбилей çулĕнче вара хăй те, унпа пĕрле ачисем те сан патăнтан кайччăр, вăл хăй ăрăвĕ патне таврăнтăр, каллех ашшĕсен çĕрне тытса пурăнтăр,

(42) мĕншĕн тесессĕн вĕсем — Манăн чурамсем, вĕсене Эпĕ Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм: вĕсене чурасене сутнă пек сутмалла мар;

(43) уншăн эсĕ хаяр пуçлăх ан пул, хăвăн Туррунтан хăра.

(44) Хăвăн ар чура, хĕрарăм чура пултăр тесессĕн, ар чурана та, хĕрарăм чурана та хăвăр тавра пурăнакан халăхсенчен туянăр;

(45) хăвăр патăра пырса вырăнаçнă çынсен ачисене те туянма пултаратăр; вĕсен сирĕн патăрта сирĕн çĕрĕрте çуралнă ăрăвĕнчи çынсене те илме юрать, вĕсем те сирĕн пулма пултараççĕ;

(46) эсир вĕсене хăвăр хыççăн, пурлăхăра ывăлăрсене парса хăварнă пек, еткерлĕхе парса хăварма пултаратăр; вĕсем ĕмĕрех сирĕн чурасем пулччăр. Хăвăр тăванăрсемшĕн, Израиль ывăлĕсемшĕн, пĕрпĕриншĕн хаяр пуçлăх ан пулăр.

(47) Ютран килнĕ çын е сан патна пырса вырăнаçнă çын çителĕклĕ пурăнăçпа пурăнать пулсассăн, санăн тăвану ун умĕнче çука юлса сан патна вырăнаçнă ютран килнĕ çынна е ютран килнĕ çыннăн ăрăвĕнчи пĕрпĕр çынна хăйне хăй сутсассăн,

(48) сутнă хыççăн ăна каялла тÿлесе илме юрать; ăна унпа пĕртăвансенчен хăшĕ те пулин каялла тÿлесе илтĕр,

(49) е ăна ашшĕпе пĕртăван пиччĕшĕ, е пиччĕшĕн ывăлĕ тÿлесе илтĕр, е кам та пулсан унăн йăхĕнчи, унăн ăрăвĕнчи çын каялла тÿлесе илтĕр; е тата, вăйĕ çитсессĕн, хăйшĕн хăй тÿлесе ирĕке тухĕ.

(50) Вăл хăйне сутăн илекенпе хăй сутăннă çултан пуçласа юбилей çулне çитиччен тÿлесе татăлтăр, хăйне сутса илнĕ кĕмĕле унăн çав çулсен шутне кура памалла; вăл ун патĕнче вăхăтлăха кĕрĕшнĕ тарçă пек пултăр;

(51) ирĕке тухиччен чылай çул юлнă пулсассăн, хăйне сутса илнĕ кĕмĕле унăн çав çулсене шута илсе тÿлемелле;

(52) юбилей çулĕччен сахал çул юлнă пулсассăн, вăл шутласа тухтăр та хăйшĕн çав çулсен шутне кура тÿлетĕр.

(53) Вăл ун патĕнче пур çулĕнче те тара тытнă çын вырăнĕнче пулмалла; ăна туянаканĕ санăн куçу умĕнче уншăн хаяр пуçлăх пулмалла мар.

(54) Вăл çапла тÿлесе ирĕке тухаймасассăн, юбилей çулĕнче вăл хăй те, унпа пĕрле унăн ачисем те ун патĕнчен тухĕç,

(55) мĕншĕн тесессĕн Израиль ывăлĕсем — Манăн чурасем; вĕсем — Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Манăн чурамсем. Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, тенĕ.

Пай 26

(1) Хăвăр валли йĕрĕхсем, шăратса кăларнă кĕлеткесем ан тăвăр, хăвăр патăрта юпасем ан лартăр, хăвăр çĕрĕр çине суя турăсем ÿкернĕ чулсем ан хурăр, вĕсен умне тăрса ан пуççапăр: Эпĕ сирĕн Çÿлхуçа Туррăр.

(2) Манăн шăматăмсене астуса тăрăр, Манăн сăваплă çуртăма хисеплĕр: Эпĕ Çÿлхуçа.

(3) Эсир Эпĕ панă йĕркесем тăрăх пурăнсассăн, Манăн ÿкĕтĕмсене астуса, вĕсене пурăнăçласа тăрсассăн,

(4) Эпĕ сире вăхăтлă çумăр парăп, çĕр хăй çимĕçне ÿстерсе парĕ, хирти йывăçсем те хăйсен çимĕçне кÿрĕç;

(5) сирĕн авăн çапасси иçĕм çырли пухас вăхăтах çитĕ, иçĕм çырли пухасси тырă акас вăхăта çитĕ, хăвăр çăкăрăра тăраничченех çиетĕр, [хăвăр] çĕрĕр çинче пĕр шикленмесĕр пурăнатăр;

(6) [сирĕн] çĕрĕр çине тăнăçлăх ярăп, выртăр та — сире никам та кансĕрлемĕ, хаяр тискер кайăксене [сирĕн] çĕрĕртен хăваласа ярăп, сирĕн çĕрĕр урлă хĕç каçмĕ;

(7) хăвăр тăшманăрсене хăвалахăвала яратăр, вĕсем сирĕн умăрта хĕçпе касăлса тăкăнĕç;

(8) сирĕн пилĕк çыннăр çĕр çынна хăваласа ярĕ, сирĕн çĕр çыннăр вунă пин çынна хăваласа ярĕ; тăшманăрсем сирĕн умăрта хĕçпе касăлса тăкăнĕç;

(9) сирĕн çине хĕрхенсе пăхăп, [сире пиллĕп,] сире хунавлă тăвăп, сире йышлăлантарăп, сирĕнпе хывнă Хамăн халалăма çирĕп тытса тăрăп;

(10) эсир киввине, иртнĕ çулхине, çиетĕр, çĕннине пула киввине кăларса пăрахатăр; иХамăн килĕме сирĕн хушшăра лартăп, Манăн чунăм сирĕнтен йĕрĕнмĕ;

(12) сирĕн хушшăрта çÿрĕп, сирĕн Туррăр пулăп, эсир вара Манăн халăхăм пулатăр.

(13) Эпĕ сирĕн Çÿлхуçа Туррăр, эсир Египет çĕрĕнче чура ан пулччăр тесе, сире Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм, сире тăхăнтартнă сÿсмен çыххине татса ывăтрăм, сире пуçăрсене каçăр тыттарса ертсе кайрăм.

(14) Эсир Мана итлемесессĕн, çакă манăн мĕнпур ÿкĕтĕме пурăнăçласа тăмасассăн,

(15) Эпĕ хунă йĕркесене вырăна хумасассăн, сирĕн чунăр Манăн саккунăмсенчен йĕрĕнсессĕн, çапла Манăн халалăма пăсса Манăн мĕнпур ÿкĕтĕме пурăнăçлама пăрахсассăн —

(16) Эпĕ те сирĕнпе çапла пулăп: сирĕн çине сехре хăппи, нишлĕх, тар чирĕ ярăп, çавсем пирки куçăрсем курми пулĕç, чунăр халтан кайĕ, хăвăрăн тырă вăрлăхне кăлăхах акăр, ăна тăшманăрсем çисе ярĕç;

(17) Хамăн сăнăма сирĕн енне çавăрăп та, эсир хăвăр тăшманăрсем умĕнче тăкăнатăр, тăшманăрсем сире пуç пулса тăрĕç, хăвăра никам хăваламасăрах тарма пуçлатăр.

(18) Эсир çакăн хыççăн та Мана итлемесессĕн, çылăхăрсемшĕн янă хасана Эпĕ çичĕ хут ÿстерĕп,

(19) эсир мăнаçланса чурăсланнине çапса хуçăп, сирĕн пĕлĕтĕре тимĕр пек тăвăп, сирĕн çĕрĕре пăхăр пек тăвăп;

(20) вăйхалăра пĕтерни те кăлăхах пулĕ, сирĕн çĕрĕр нимĕн те ÿстермĕ, [сирĕн] çĕрĕрти йывăçсем хăйсен çимĕçне памĕç.

(21) [Çакăн хыççăн та] Мана хирĕç пырсассăн, Мана итлес темесессĕн, сире хăвăр çылăхăрсемшĕн тивес хĕнасапа çичĕ хут ÿстерĕп:

(22) сирĕн çине хирти тискер кайăксене ярăп, вĕсем сире ачапăчасăр хăварĕç, выльăхчĕрлĕхĕре пĕтерĕç, хăвăр йышăра та чакарĕç, çапла сирĕн çулсукмакăр та пушанса юлĕ.

(23) Çакăн хыççăн та тÿрленмесессĕн, Мана хирĕç пырсассăн,

(24) Эпĕ те [хаяр çиллĕмпе] сире хирĕç пырăп, хăвăр çылăхăрсемшĕн сире çичĕ хут ытла çĕмĕрсе пăрахăп,

(25) халалшăн тавăрма сирĕн çине тавăракан хĕçĕме ярăп; эсир хăвăр хулăрсене пытансассăн, сирĕн çине чир ярăп, эсир тăшман аллине лекетĕр;

(26) çынна вăй кĕртекен тыррăра пĕтерĕп; çиес çăкăрăра вунă арăм пĕр кăмакара пĕçерсе тăрĕ, çиес çăкăрăра сире виçепе парса тăрĕç; эсир çийĕр — тутă пулаймăр.

(27) Çакăн хыççăн та Мана итлемесессĕн, Мана хирĕç пырсассăн,

(28) Эпĕ те хаяр çиллĕмпе сире хирĕç пырăп, хăвăр çылăхăрсемшĕн çичĕ хут ытла хаса кÿрĕп,

(29) эсир хăвăр ывăлăрсен ÿтне çийĕр, хăвăр хĕрĕрсен ÿтне те çийĕр;

(30) сирĕн тÿпем вырăнăрсене ишсе пăрахăп, сирĕн юпăрсене çĕмĕрĕп, сирĕн виллĕрсене хăвăр пуççапакан йĕрĕхсен ванчăкĕсем çине пăрахăп, Манăн чунăм сирĕнтен йĕрĕнĕ; [сирĕн] çĕрĕре пушă хăварăп, унта пырса вырăнаçнă тăшманăрсем те вăл çавăн пек пулнинчен тĕлĕнĕç;

(31) сирĕн хулăрсене пушхир тăвăп, сирĕн сă ваплă теекен вырăнăрсене аркатăп, сирĕн [парнĕрсенĕн] ырă шăршине йышăнмăп;

(33) сире тĕрлĕ халăхсем хушшине салатса ярăп, сирĕн хыçран хĕçĕме туртса кăларăп, сирĕн çĕрĕр пушă пулĕ, сирĕн хулăрсене çĕмĕрсе пĕтерĕç.

(34) Вара çĕр хăйне çырлахтарĕ: унччен канман шăмачĕсемшĕн [хăй] юхăнсапушанса юлсассăн канса выртĕ; çĕр эсир хăвăр тăшманăрсен çĕрĕнче чухне канĕ, канман шăмачĕсемшĕн канса çырлахĕ;

(35) эсир çакăнта пурăннă чухне вăл миçе шăмат канмасăр сиктерсе хăварнă, [хăй] юхăнса выртнă вăхăтра вара çав мĕнпур куншăн канĕ.

(36) Сирĕн чĕрĕ юлнă çыннăрсен чĕрине тăшманĕсен çĕрĕнче шиклĕ тăвăп, вĕсем çулçă чĕтренине илтсессĕн те тарма пуçлĕç, хăйсене хĕçпе хăваланăран тарнă пек тарĕç; никам хăваламасăрах ÿксе пĕтĕç,

(37) хĕç касса ÿкернĕ пек, пĕрпĕрин çине такăнса ÿкĕç, никам хăваламан чухнех çапла ÿкĕç, тăшманăрсене хирĕç тăма сирĕн хал çитеймĕ;

(38) эсир çав халăхсем хушшинче вилсе пĕтетĕр, сире хăвăр тăшманăрсен çĕрĕ çăтса ярĕ;

(39) сирĕн чĕрĕ юлнă çыннăрсем хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсене пула хăвăр тăшманăрсен çĕрĕнче хăрса пĕтĕç; хăйсен ашшĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене пула хăрса пĕтĕç.

(40) Çавăн чухне вара вĕсем хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсемпе ашшĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене йышăнĕç, вĕсем Мана хирĕç усал ĕçсем тунине, Мана хирĕç пынине тунса тăмĕç;

(41) çавăншăн Эпĕ те [хаяр çиллĕмпе] вĕсене хирĕç пытăм, вĕсене хăйсен тăшманĕсен çĕрне кĕртсе ятăм; çавăн чухне вĕсенĕн ÿтне касман чĕри * парăнĕ вара, çавăн чухне вĕсем хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн асап курĕç.

(42) Эпĕ вара Иаковпа килĕшсе хывнă Хамăн халала, Исаакпа килĕшсе хывнă * Хытă чĕри. I Хамăн халала асăма илĕп, Авраампа килĕшсе хывнă Хамăн халала та аса илĕп, çĕре те аса илĕп;

(43) вĕсем хăйсен çĕрне пăрахса кайсассăн, çĕр вĕсенчен пушанса юлса хăйĕн шăматне вырăна кÿрĕ, вĕсем вара хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн, Манăн саккунăмсене вырăна хуманшăн, чунĕсем Эпĕ панă йĕркесенчен йĕрĕннĕшĕн асап тÿсĕç,

(44) вĕсем хăйсен тăшманĕсен çĕрĕнче пурăннă чухне çапах та Эпĕ вĕсене пĕтермеллех, хăйсемпе хывнă Хамăн халалăма пăсмаллах çилленмĕп, вĕсенчен йĕрĕнмĕп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Çÿлхуçа, вĕсенĕн Турри;

(45) Хам вĕсенĕн тĕп ашшĕсемпе халал хывнине вĕсемшĕн асăма илĕп: вĕсенĕн Турри пулам тесе Эпĕ вĕсене халăхсен куçĕ умĕнче Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм. Эпĕ Çÿлхуçа, тенĕ.

(46) Çÿлхуçа Синай тăвĕ çинче Моисей урлă Хăйпе Израиль ывăлĕсем хушшине хунă йĕркесем, туса тăмалли йăласем, саккунсем çаксем ĕнтĕ.

Пай 27

(1) Тата Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: кам та пулин хăй чунне Çÿлхуçана халаллама сăмах парать пулсассăн, эсĕ уншăн хак хур,

(3) çирĕм çулхисенчен пуçласа утмăл çула çитнĕ арçынсемшĕн аллă сикль кĕмĕл хак хур, таса сикль виçипе хур;

(4) вăл хĕрарăм пулсан, эсĕ ăна вăтăр сикль хак хур;

(5) пилĕк çулхисенчен пуçласа çирĕм çула çитнĕ арçынсемшĕн çирĕм сикль хак хур, хĕрарăма вара вунă сикль хак хур;

(6) пĕр уйăхринчен пуçласа пилĕк çула çитнĕ арçынсемшĕн пилĕк сикль кĕмĕл хур, хĕрарăма виçĕ сикль кĕмĕл хур;

(7) утмăл çултан иртнĕ арçынна вунпилĕк кĕмĕл сикль хак хур, хĕрарăма вунă сикль хур.

(8) Çынни чухăн пулсассăн, эсĕ хунă хака пама вăйĕ çитеймесессĕн, ăна священник патне илсе пыччăр, вара ăна священник хак хутăр: сăмах панă çыннăн пурлăхне кура ăна священник хак хутăр.

(9) Çавă Çÿлхуçана парне кÿмелли выльăх пулсассăн, Çÿлхуçана мĕн кÿни пурте сă ваплă пултăр:

(10) ăна улăштарма юрамасть, аваннине начаррипе е начаррине аваннипе улăштарас пулмасть; кам та пулин выльăхпа выльăх улăштарсассăн, улăштаракан выльăхĕ те, улăштарса илекенни те сăваплă пулĕ. пВăл Çÿлхуçана парне пама юраман таса мар выльăх пулсассăн, ăна священник патне илсе пырас пулать,

(12) священник ăна хак хурĕ: авани вăл, начари — священник епле хак хурĕ, çапла пулĕ;

(13) кам та пулин ăна каялла тÿлесе илес тесессĕн, вăл эсĕ хунă хак çумне тата унăн пиллĕкмĕш пайне хуштăр.

(14) Кам та пулин хăй çуртне Çÿлхуçанăн сăваплă япали тума халаллать пулсассăн, çак çурта священник хак хутăр: авани вăл, начари — священник ăна мĕнле хак хурĕ, çаплах пулĕ;

(15) çуртне Турра халалласа панă çын ăна каялла тÿлесе илес тесессĕн, вăл эсĕ хунă кĕмĕл хакĕ çумне тата унăн пиллĕкмĕш пайне хуштăр, вара çурчĕ унăнах пулĕ.

(16) Кам та пулин хăй çĕрĕнчи хирне Çÿлхуçана халалласа парсассăн, санăн ăна акнă тыррине кура хак хумалла: пĕр хомер акнă урпашăн аллă сикль кĕмĕл памалла;

(17) кам хăйĕн хирне юбилей çулĕнчен пуçласа халалласа парать, унăн хакĕ эсĕ хунă пек пулмалла;

(18) кам та пулин хăйĕн хирне юбилей çулĕ хыççăн халалласа парсассăн, священник, тепĕр юбилей миçе çултан çитессине шутласа, тÿлемелли кĕмĕле çав çулсен шутне кура эсĕ хунă хакран чакармалла;

(19) хирне халалласа панă çын хăй хирне каялла тÿлесе илесшĕн пулсассăн, вăл эсĕ хунă кĕмĕл хакĕ çумне унăн пиллĕкмĕш пайне хуштăр, çĕрĕ вара ăна юлĕ;

(20) вăл хирне каялла тÿлесе илеймесессĕн, хирне урăх çынна сутса ярсассăн, вара каялла тÿлесе илме юрамасть:

(21) юбилей çулĕ çав хир унăн аллинчен каять те, тупаланă çĕр пек, Çÿлхуçанăн сăваплă япали пулать; вăл священник аллине куçать.

(22) Кам та пулин хăйĕн хирне мар, сутăн илнĕ хире Çÿлхуçана халаллать пулсассăн,

(23) священникăн ăна юбилей çулĕ çитиччен мĕн чухлĕ тÿлемеллине шутласа памалла, хирĕ Çÿлхуçанăн сăваплă япали пулнине кура, унăн çав кунах тÿлесе татмалла;

(24) юбилей çулĕнче вара çак çĕр ăна камран илнĕ, çавна куçĕ, кам çак çĕре тивĕçлипе тытса тăнă, çав çын аллинех куçĕ.

(25) Эсĕ хунă кирек епле хак та таса сикль виçипе пултăр, пĕр сикльре çирĕм гера пулмалла.

(26) Малтан çуралнă пирки Çÿлхуçана тивĕçлĕ выльăха никам та ан халаллатăр: вăкăр-и вăл, вак выльăх-и — вĕсем Çÿлхуçанăн.

(27) Выльăхĕ таса марри пулсассăн, ăна эсĕ хунă хакпа каялла тÿлесе илмелле, çав хак çумне унăн пиллĕкмĕш пайне хушмалла; каялла тÿлесе илеймесессĕн, ăна эсĕ хунă хакпа сутмалла.

(28) Çын хăй пурлăхĕнчен тупаланине Çÿлхуçана парать пулсассăн, — çын-и вăл, выльăх-и е хăй тытса тăракан çĕр-и, — çавна сутма та, тÿлесе илме те юрамасть: мĕнпур тупалани — Çÿлхуçанăн аслă сăваплă япали;

(29) вĕлермелле тупаланă çынсене пĕрне те каялла тÿлесе илмелле мар: вĕсене вĕлерме тытса памалла.

(30) Çĕр çинчи çĕр ÿстернĕ пур вăрлăхăн та, пур йывăç çимĕçĕн те вуннăмĕш пайĕ Çÿлхуçана тивĕçлĕ: вăл Çÿлхуçанăн сăваплă япали;

(31) кам та пулин хăйĕн вуннăмĕш пайне тÿлесе илес тесессĕн, вăл унăн хакĕ çумне çавăн пиллĕкмĕш пайне хуштăр.

(32) Шултăра выльăхран-и, вак выльăхран-и, кирек хăшĕн вуннăмĕш пайне те — туя айĕнчен вуннăмĕш пулса тухаканнине пурне те — Çÿлхуçана халалламалла;

(33) аваннине е начаррине пăхса тăмалла мар, ăна улăштарма та кирлĕ мар; кам та пулин ăна улăштарас пулсассăн, улăштарса яни те, улăштарса илни те сăваплă япала пулĕ, вĕсене тÿлесе илме юрамасть, тенĕ.

(34) Синай тăвĕ çинче Çÿлхуçа Турă Израиль ывăлĕсене Моисей урлă панă ÿкĕтсем çаксем ĕнтĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Реклама

Левит” çине 3 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.