Тухни 6


6

(1) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: халĕ эсĕ Эпĕ фараона мĕн тăвасса курăн; хăватлă алă тытăнсассăн, вăл вĕсене кăларса ярĕ; хăватлă алă тытăнсассăн, вĕсене хăйĕн çĕрĕнчен те хăваласа кăларĕ, тенĕ.

(2) Моисейпе калаçса, Турă ăна каланă: Эпĕ Çÿлхуçа.

(3) Эпĕ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турă» ятпа курăнтăм, Хамăн «Çÿлхуçа» {Яхве} ятăмпа вĕсене палăрмарăм;

(4) вĕсене Ханаан çĕрне — хăйсем куçса çÿренĕ, хăйсем çÿресе тухнă çĕре — пама пулса Эпĕ вĕсемпе халал хыврăм.

(5) Эпĕ Израиль ывăлĕсем Египет çыннисен чуралăхĕнче йынăшса йĕнине илтрĕм, вара Хамăн халалăма асăма илтĕм.

(6) Эппин, Израиль ывăлĕсене кала: Эпĕ Çÿлхуçа, Эпĕ сире Египет пусмăрĕнчен илсе тухăп, сире вĕсен чуралăхĕнчен хăтарăп, хăватлă аллăма тăсса, аслă сут тăватăва сире çăлăп;

(7) сире Хамăн халăхăм пулма йышăнăп, сирĕн Туррăр пулăп, вара эсир Эпĕ Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, сире [Египет çĕрĕнчен,] Египет пусмăрĕнчен хăтарса кăларака. нĕ, иккенне пĕлĕр;

(8) Эпĕ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамăн аллăма çĕклесе тупа тунă çĕре илсе кĕрĕп, сире ăна еткерлĕхе парăп. Эпĕ Çÿлхуçа, тенĕ.

(9) Моисей çакна Израиль ывăлĕсене каласа панă, анчах вĕсем хăйсем хăравçă пулнăран, ĕçĕ йывăр пулнăран Моисее итлемен.

(10) Вара Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(11) фараон патне, Египет патши патне, кĕр те кала, вăл Израиль ывăлĕсене хăйĕн çĕрĕнчен кăларса ятăр, тенĕ.

(12) Моисей Çÿлхуçа умĕнче çапла тесе каланă: акă Израиль ывăлĕсем мана итлемеççĕ; фараон мана епле итлетĕрха? эпĕ сăмаха ăстах мар, тенĕ.

(13) Çÿлхуçа Моисейпе тата Ааронпа калаçнă, вĕсене Израиль ывăлĕсем тĕлĕшĕнчен мĕнмĕн тумаллине, Израиль халăхне Египет çĕрĕнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мĕн каламаллине пĕлтерсе хунă.

(14) Акă вĕсен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем: Израилĕн малтанхи ывăлĕн Рувимăн ывăлĕсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми: кусем — Рувим кил-йышĕ.

(15) Симеон ывăлĕсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арăмĕн ывăлĕ Саул: кусем — Симеон кил-йышĕ.

(16) Акă Левий ывăлĕсен ăрăвĕсем, вĕсен ячĕсем: Гирсон тата Кааф, тата Мерари. Левий кунçулĕ çĕр вăтăр çичĕ çула пынă.

(17) Гирсон ывăлĕсем: Ливни тата Шимеи хăйсен кил-йышĕпе.

(18) Кааф ывăлĕсем: Амрам тата Ицгар, тата Хеврон, тата Узиил. Кааф кунçулĕ çĕр вăтăр виçĕ çула пынă.

(19) Мерари ывăлĕсем: Махли тата Муши. Кусем — Левий ăрăвĕсен кил-йышĕ.

(20) Амрам хăйĕн мăн аккăшне Иохаведăна качча илнĕ, Иохаведă ăна Ааронпа Моисее [тата Мариама, вĕсен аппăшне,] çуратса панă. Амрам кунçулĕ çĕр вăтăр çичĕ çула пынă.

(21) Ицгар ывăлĕсем: Корей тата Нефег, тата Зихри.

(22) Узиил ывăлĕсем: Мисаил тата Елцафан, тата Сифри.

(23) Аарон Елисаветăна — Аминадав хĕрне, Наассон йăмăкне — качча илнĕ, Елисавета ăна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара çуратса панă.

(24) Корей ывăлĕсем: Асир, Елкана тата Авиасаф: кусем — Корей кил-йышĕ.

(25) Елеазар, Аарон ывăлĕ, Футиил хĕрĕсенчен пĕрне качча илнĕ, вăл ăна Финееса çуратса панă. Çаксем — Левий ăрăвĕсен кил-йышĕ пуçлăхĕсем.

(26) Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухăр, вĕсем хăйсен çарĕсемпе тапранса тухчăр тесе Çÿлхуçа шăпах çав Ааронпа Моисее каланă ĕнтĕ.

(27) Израиль халăхне Египет çĕрĕнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаçакансем шăпах çавсем пулнă ĕнтĕ; вĕсем — Моисейпе Аарон.

(28) Çапла вара Египет çĕрĕнче Çÿлхуçа Моисейпе калаçнă чухне

(29) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă: Эпĕ Çÿлхуçа! Эпĕ сана мĕн каланине фараона, Египет патшине, пĕтĕмпе каласа пар, тенĕ.

(30Моисей вара Çÿлхуçа умĕнче каланă: акă ĕнтĕ эпĕ сăмаха ăста мар, фараон мана епле итлĕ? тенĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s