Тухни 5


5

(1) Çакăн хыççăн Моисейпе Аарон фараон патне пынă та [ăна] каланă: Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Манăн халăхăма яр, вăл пушхирте Маншăн уяв тутăр, тет, тенĕ.

(2) Анчах фараон каланă: эпĕ Унăн сăмахне итлесе Израиль [ывăлĕсене] кăларса ямашкăн Турă вăл камах вара? эпĕ Турра пĕлместĕп, Израиле те ямастăп, тенĕ.

(3) Вĕсем [ăна] каланă: еврейсен Турри чĕнчĕ пире; Çÿлхуçана, хамăр Туррăмăра, парне кÿмешкĕн пире пушхире виçĕ кун каймалăх çула яр, Вăл пире суран чирпе е хĕçпе пĕтерсе ан пăрахтăрччĕ, тенĕ.

(4) Египет патши вĕсене каланă: Моисейпе Аарон, эсир мĕншĕн [манăн] халăхăма ĕçлеме чăрмантарса çÿретĕр? кайăр, [эсир кашнийĕ] хăвăр ĕçĕре тăвăр, тенĕ.

(5) Унтан фараон каланă: акă ку çĕрте халăх йышлă, эсир вара ăна ĕçлеме чăрмантарса çÿретĕр, тенĕ.

(6) Çав кунах фараон халăха пăхса тăракансене тата сыхлавçăсене çапла хытарса каланă:

(7) ĕнер, виçĕмкун кирпĕч тума халăха улăм параттăр, малашне ан парăр, вĕсем хăйсем валли хăйсемех улăм пуçтарччăр,

(8) кирпĕчне вара ĕнер тата виçĕмкун мĕн чухлĕ тунă, çавăн чухлех туччăр, шутне ан чакарăр; вĕсем ĕçсĕр супнă, çавăнпа: «каяр, хамăр Туррăмăра парне кÿрер» тесе кăшкăраççĕ те;

(9) вĕсене ĕç нумайрах парас: вĕсем ĕçлеччĕр, пушă сăмах калаçса ан çÿреччĕр, тенĕ.

(10) Вара халăха пăхса тăракансем тата унăн сыхлавçисем тухнă та халăха каланă: фараон çапла калать: сире улăм памастăп;

(11) хăвăрах кайăр, ăçта тупма пултаратăр, çавăнта хăвăр валли улăм илĕр, анчах сирĕн ĕçĕре нимĕн чухлĕ те чакармастăп, тет, тенĕ.

(12) Вара халăх пĕтĕм Египет çĕрĕ тăрăх улăм вырăнне хăмăл пуçтарма саланнă.

(13) Пăхавçăсем [вĕсене] куллен пусахласах ĕçлеттернĕ: хăвăрăн [палăртнă] ĕçĕре сирĕн улăм пулнă чухнехи пекех туса пырăр, тенĕ.

(14) Фараон пăхавçисем Израиль ывăлĕсем хушшинченех лартнă сыхлавçăсене вара çапла каласа хĕненĕ: мĕншĕн эсир кирпĕч сахал тăватăр, ĕнер те, паян та унчченхи чухлĕ кирпĕч тумастăр? тенĕ.

(15) Вара Израиль ывăлĕсен сыхлавçисем фараон патне пынă та тилмĕрсе йăлăннă: эсĕ мĕншĕн хăвăн чурусене капла тăватăн?

(16) санăн чурусене улăм памаççĕ, хăйсем пире: кирпĕч тăвăр, теççĕ. Акă тата санăн чурусене хĕнеççĕ; санăн халăхна капла çылăх пулать, тенĕ.

(17) Анчах вăл [вĕсене] каланă: ĕçсĕр, ĕçсĕр супнă эсир, çавăнпа ĕнтĕ: «каяр та Çÿлхуçана парне кÿрер» тесе çÿретĕр.

(18) Кайăр та ĕçлĕр; сире улăмне памĕç, анчах кирпĕчне кирлĕ чухлĕ туса тăрăр, тенĕ.

(19) Куллен [туса тăмалли] кирпĕч шутне ан чакарăр тенĕ I сăмахсенче Израиль ывăлĕсен сыхлавçисем хăйсен хĕнасапне курнă.

(20) Фараон патĕнчен тухсассăн, вĕсем хăйсене кĕтсе тăракан Моисейпе Аарона тĕл пулнă,

(21) вара вĕсене каланă: сире Çÿлхуçа Турă курса сут тутăр, мĕншĕн тесессĕн эсир пире фараонпа унăн чурисем умĕнче курайман çынсем турăр, пире вĕлермешкĕн вĕсен аллине хĕç тыттартăр, тенĕ.

(22) Моисей Çÿлхуçана йăлăнса каланă: эй Турăçăм! мĕншĕн Эсĕ çакă халăха ку тĕрлĕ асап курмалла турăн, [тата] мана мĕншĕн кунта ятăн?

(23) эпĕ фараон патне килсе Санăн ятупа калаçа пуçланăранпа вăл çакă халăха тата хытăрах тыта пуçларĕ; хăтарасса вара — Эсĕ Хăвăн халăхна хăтармарăн, тенĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s