Тухни 4


4

(1) Моисей хуравласа çапла каланă: эхер те вĕсем мана ĕненмесессĕн, манăн сăмахăма итлемесессĕн тата «сана Çÿлхуçа курăнман» тесессĕн? [вĕсене мĕн калас вара?] тенĕ.

(2) Çÿлхуçа ăна: санăн аллунти мĕн вăл? тенĕ. Моисей хуравланă: туя, тенĕ.

(3) Çÿлхуçа: çĕре пăрах ăна, тенĕ. Вăл ăна çĕре пăрахнă та, туйи çĕлен пулса тăнă, Моисей унран тара пуçланă.

(4) Вара Турă Моисее каланă: аллуна тăс та ăна хÿринчен ярса тыт, тенĕ. Вăл аллине тăснă та ăна [хÿринчен] ярса тытнă; çĕлен унăн аллинче туя пулса тăнă.

(5) Çакă [сана] Çÿлхуçа — хăйсен ашшĕсен Турри, Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — курăннине ĕнентерме пулĕ, тенĕ.

(6) Çÿлхуçа ăна тата каланă: аллуна хĕвне чик, тенĕ. Вăл аллине хĕвне чикнĕ, унтан ăна [хĕвĕнчен] туртса кăларнă та, акă унăн алли тилçе сырса илнипе юр пек шуралса кайнă.

(7) [Çÿлхуçа ăна татах] каланă: аллуна каллех хĕвне чик, тенĕ. Вăл вара аллине хĕвне чикнĕ; унтан ăна хĕвĕнчен туртса кăларнă та, акă алли каллех ытти ÿчĕ пекех пулса тăнă.

(8) Çÿлхуçа каланă: эхер те вĕсем сана ĕненмесессĕн, пĕрремĕш паллă хушнине итлемесессĕн, тепĕр паллă хушнине ĕненĕç;

(9) эхер те çакă икĕ палла та ĕненмесессĕн тата санăн сăмахна итлемесессĕн, çырмаран шыв ăсса ил те çĕре тăк; çырмаран ăсса илнĕ шыв çĕр çинче юн пулса тăрĕ, тенĕ.

(10) Вара Моисей Çÿлхуçа Турра каланă: эй Турăçăм! эпĕ калаçма ăста çын мар, ĕнер те, виçĕмкун та, Эсĕ Хăвăн чурупа калаçма пуçланă чухне те çавнашкалччĕ: эпĕ такăнчăклă калаçатăп, эпĕ селĕп, тенĕ.

(11) Çÿлхуçа [Моисее] каланă: этеме чĕлхеçăвар кам панă? чĕлхесĕр е хăлхасăр, е куракан, е суккăр тăваканĕ кам? Эпĕ, Çÿлхуçа [Турă], мари вара?

(12) ĕнтĕ кай, Эпĕ санăн чĕлхÿçăварупа пулăп, сана мĕн каламаллине вĕрентсе тăрăп, тенĕ.

(13) [Моисей] каланă: эй Турăçăм! урăххине, кама яма пултаратăн — çавна, яр, тенĕ.

(14) Вара Çÿлхуçа Моисее çилленсе çитнĕ те каланă: ара, санăн Аарон пиччÿ, Левий йăхĕн çынни, çук-им? Эпĕ [сан вырăнна] вăл калаçма пултарасса пĕлетĕп, акă вăл сана хирĕç тухĕ те сана курсассăн чунтанах савăнса кайĕ;

(15) эсĕ ăна каласа тăрăн, унăн чĕлхиçăварне [Манăн] сăмахсене калаттарăн, Эпĕ вара санăн чĕлхÿçăварупа, унăн чĕлхиçăварĕпе пулăп, сирĕн мĕн тумаллине сире вĕрентсе тăрăп;

(16) сан вырăнна халăхпа вăл калаçĕ; çапла вара вăл санăн чĕлхÿ пулĕ, эсĕ уншăн Турă вырăнне пулăн;

(17) çакă [çĕлен пулнă] туяна аллуна тыт: эсĕ унпа астутаракан паллăсем тăвăн, тенĕ.

(18) Моисей кайнă та, Иофор патне — хунĕ патне — таврăнса, ăна каланă: эпĕ каям, Египетри тăванăмсем патне таврăнам та курам: чĕрехши вĕсем? тенĕ. Иофор Моисее: ыррăнсыввăн кай, тенĕ. [Чылай вăхăт иртнĕ хыççăн Египет патши вилнĕ.]

(19) Мадиан [çĕрĕнче] Çÿлхуçа Моисее каланă: кай, Египета таврăн, санăн чунна шыракансем пурте вилчĕç ĕнтĕ, тенĕ.

(20) Моисей вара хăйĕн арăмĕпе ывăлĕсене илнĕ те вĕсене ашак çине лартса Египет çĕрне тухса кайнă. Аллине вăл Турă туйи тытнă.

(21) Çÿлхуçа Моисее каланă: кунтан кайса Египета каялла таврăнсассăн, асту, фараон умĕнче Эпĕ хушнă пур хăвата та ту, Эпĕ вара унăн чĕрине хаярлантарăп та, вăл халăха ямĕ.

(22) Фараона кала: Çÿлхуçа [еврейсен Турри] çапла калать, те: Израиль — Манăн ывăлăм, Манăн малтанхи ывăлăм;

(23) сана: Манăн ывăлăма яр, тетĕп, вăл Маншăн тумалли ĕçе тутăр; ăна ямасассăн акă Эпĕ санăн ывăлна, малтанхи ывăлна, вĕлерĕп тесе калать, те, тенĕ.

(24) Çул çинче, çĕр каçнă вырăнта, ăна Çÿлхуçа тĕл пулнă та вĕлересшĕн пулнă.

(25) Çавăн чухне Сепфора чул çĕçĕ илнĕ те хăй ывăлĕн хĕрринчи ÿтне касса илсе, ăна Моисей ури патне пăрахса: эсĕ манăн юнăм каччи, тенĕ.

(26) Çÿлхуçа вара Моисей патĕнчен кайнă. Çавăн чухне Сепфора: ÿт каснипе — юнăм каччи, тенĕ.

(27) Çÿлхуçа Аарона каланă: пушхире Моисее хирĕç кай, тенĕ. Вăл вара тухса кайнă, ăна Турă тăвĕ патĕнче тĕл пулнă та чуптуса саламланă.

(28) Моисей хăйне янă Çÿлхуçанăн пĕтĕм сăмахне тата Вăл тума хушнă пĕтĕм хăват паллисем çинчен Аарона каласа кăтартнă.

(29) Моисей вара Ааронпа пĕрле кайнă, вĕсем Израиль ывăлĕсен пĕтĕм аслă çыннине пухнă та,

(30) Аарон [вĕсене] Çÿлхуçа Турă Моисее каланă пĕтĕм сăмаха каласа панă; Моисейĕ халăх куçĕ умĕнче хăват паллисем туса кăтартнă,

(31) халăх вара ĕненнĕ; вĕсем Çÿлхуçа Турă Израиль ывăлĕсем патĕнче пулни çинчен, Вăл вĕсен асапне курни çинчен илтнĕ, вара вĕсем чĕркуçленсе ларса пуççапнă.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s