Тухни 1


Моисейĕн Иккĕмĕш Кĕнеки

Тухни

1

(1) Иаковпа [хăйсен ашшĕпе] пĕрле, кашнийĕ хăйĕн [пĕтĕм] кил-йышĕпе пĕрле Египета пырса кĕнĕ Израиль ывăлĕсенĕн ячĕсем акă:

(2) Рувим, Симеон, Левий тата Иуда,

(3) Иссахар, Завулон тата Вениамин,

(4) Дан тата Неффалим, Гад тата Асир.

(5) Иаковран çуралнисем пурĕ çитмĕл [пилĕк] чун пулнă; Иосиф ун чухне Египетра пулнă ĕнтĕ.

(6) Иосиф та, унăн пур тăванĕ те вилнĕ, вăл сыпăк пĕтĕмпе вилсе пĕтнĕ;

(7) Израиль ывăлĕсем вара хунасаĕрчесе кайнă, çав тери йышлăланса, вăйлăланса пынă, çав çĕр вĕсемпе тулса çитнĕ.

(8) Египет çĕрĕнче ĕнтĕ Иосифа пĕлмен урăх патша ларнă,

(9) вăл хăйĕн халăхне каланă: акă Израиль ывăлĕсен халăхĕ йышлă, пирĕнтен вăйлăрах;

(10) унран чеерех пулар, вăл текех ан ĕрчейтĕр; унсăрăн вăл, вăрçă хускалас пулсассăн, пирĕн тăшмансемпе пĕрлешĕ те, пире хирĕç тăрса, [пирĕн] çĕртен тухса кайĕ, тенĕ.

(11) Ĕнтĕ Израиль халăхне йывăр ĕçпе хавшатмашкăн ăна ĕçлеттерекен пуçлăхсем суйласа лартнă. Израиль ывăлĕсем вара фараона сых ятне хатĕрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урăхла Илиополь пулать] — лартса панă.

(12) Анчах халăх хăйне хавшатнăçемĕн тата йышлăланса пынă, тата ытларах ĕрчесе кайнă, [Египет çыннисем] ĕнтĕ Израиль ывăлĕсенчен

(шиклене пуçланă.

(13) Çавăнпа та Египет çыннисем Израиль ывăлĕсене пĕр хĕрхенмесĕр пусахласа ĕçлеттернĕ,

(14) Египет çыннисем Израиль ывăлĕсене пĕр хĕрхенмесĕр, йывăр ĕç ĕçлеттерсе — тăм ĕçĕ тутарса, кирпĕч çаптарса, хирти тĕрлĕ ĕçе ĕçлеттерсе, кирек мĕнле ĕç тутарнă чухне те пĕр хĕрхенмесĕр, пусахласа ĕçлеттерсе — вĕсен пурăнăçне чăтмалла мар туса çитернĕ.

(15) Египет патши еврей арăмĕсен эпи карчăкĕсене — вĕсенчен пĕри Шифра, тепĕри Фуа ятлă пулнă — çапла хушнă,

(16) [вĕсене] çапла каланă: эсир еврей арăмĕсене ача çураттарнă чухне астусах тăрăр: ывăл çуралас пулсассăн — ăна вĕлерĕр, хĕр пулсассăн — пурăнтăр, тенĕ.

(17) Анчах эпи карчăксем Турăран хăранă, вĕсем Египет патши хушнă пек туман, ачасене чĕрĕ хăварнă.

(18) Египет патши эпи карчăксене чĕнтерсе илнĕ те вĕсене каланă: эсир мĕншĕн çапла тăватăр, ачасене чĕрĕ хăваратăр? тенĕ.

(19) Эпи карчăксем фараона каланă: еврей арăмĕсем Египет арăмĕсем пек мар; вĕсем сывлăхлă, вĕсем хăйсем патне эпи карчăк пырса çитичченех çуратаççĕ, тенĕ.

(20) Çакăншăн Турă эпи карчăксене ырăлăх кăтартса тăнă, халăхĕ вара йышлăланса, çав тери вăйлăланса пынă.

(21) Эпи карчăксем Турăран хăраса пурăннăшăн Вăл вĕсенĕн килнеçуртне ăнăçлăх парса тăнă.

(22) Вара фараон хăйĕн пĕтĕм халăхне çапла хытарса каланă: [еврейсен] çуралакан ывăлĕсене пурне те шыва пăрахăр, хĕрĕсене пурне те чĕрĕ хăварăр, тенĕ.

Advertisements

Тухни 1” çине 3 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s