Пултарни 8


8

(1) Турă Ноя тата унпа пĕрле карап ăшĕнче пулнă пур тискер кайăка, пур выльăхчĕрлĕхе, [пур вĕçен кайăка, шуса çÿрекен пур çĕленкалтана] асне илнĕ; вара Турă çĕр çине çил янă та, шыв тулма чарăннă.

(2) Тĕпсĕр авăрăн çăлĕсем, пĕлĕт чÿречисем хупăнса ларнă, вара тÿперен çумăр çума чарăннă.

(3) Шыв майĕпен çĕр çинчен каялла кайнă, çĕр аллă кун иртсессĕн шыв чака пуçланă.

(4) Çиччĕмĕш уйăхра, çав уйăхăн вунçиччĕмĕш кунĕнче, карап Арарат тăвĕ çине пырса чарăннă.

(5) Вуннăмĕш уйăха çитиччен шыв пĕрмаях чакса пынă; вуннăмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче ту тăррисем курăна пуçланă.

(6) Хĕрĕх кун иртсессĕн Ной хăй тунă карап чÿречине уçнă та

(7) [çĕр çинчен шыв чакнине пĕлмешкĕн] çăхана кăларса янă; вăл вĕçсе тухнă та çĕр çинчи шыв типичченех пĕр аяккалла вĕçсе кайнă, пĕр каялла вĕçсе килнĕ.

(8) Унтан çĕр çинчен шыв кайса пĕтнине пĕлмешкĕн Ной кăвакарчăна кăларса янă;

(9) анчах кăвакарчăнĕ урине пусса ларса канма вырăн тупайман та ун патне каялла карап çине вĕçсе килнĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр çинче пур тĕлте те шыв тăнă; Ной аллине тăснă та ăна ярса тытса хăй патне карап ăшне кĕртнĕ.

(10) Тата çичĕ кун кĕтсе тăнă та карап ăшĕнчен каллех кăвакарчăна кăларса янă.

(11) Кăвакарчăн ун патне каç пуласпа каялла вĕçсе çитнĕ, акă сăмсипе вăл çу йывăççин ешĕл чĕрĕ çулçине хыпса килнĕ; Ной вара çĕр çинчен шыв чакса кайнине пĕлнĕ.

(12) Вăл тата çичĕ кун кĕтсе тăнă та [каллех] кăвакарчăна кăларса янă; кăвакарчăн вара ун патне каялла таврăнман.

(13) [Ной пурăнăçĕн] ултçĕр пĕрремĕш çулĕнче, пĕрремĕш уйăхăн [пĕрремĕш] кунĕ тĕлне, çĕр çинче шыв юлман; Ной карап тăррине уçса пăхнă та — акă çĕр çийĕ кушăхнă.

(14) Иккĕмĕш уйăхра, уйăхăн çирĕм çиччĕмĕш кунĕ тĕлне, çĕр пĕтĕмпех типсе çитнĕ.

(15) Вара [Çÿлхуçа] Турă Ноя каланă:

(16) эсĕ хăв та тух, санăн арăму та, ывăлусем те, ывăлусен арăмĕсем те санпа пĕрле карап ăшĕнчен тухчăр;

(17) хăвăнпа пĕрле пулнă пур чĕрчуна та — вĕçен кайăксене, выльăхчĕрлĕхе, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур çĕленкалтана — хăвăнпа пĕрле илсе тух; вĕсем çĕр тăрăх саланччăр, çĕр çинче ĕрчеччĕр, хунаса пыччăр, тенĕ.

(18) Вара Ной тухнă, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, арăмĕ те, ывăлĕсен арăмĕсем те тухнă;

(19) карап ăшĕнчен мĕнпур тискер кайăк, [мĕнпур выльăхчĕрлĕх,] мĕнпур çĕленкалта, мĕнпур вĕçен кайăк — çĕр çинче мĕн çÿрекенни пурте — ăрăвĕăрăвĕпе тухса кайнă.

(20) Вара Ной Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тунă; кашни таса выльăх ăрăвĕнчен, таса вĕçен кайăксен мĕнпур ăрăвĕнчен илсе, вĕсене парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ.

(21) Ырă шăршă Çÿлхуçана кăмăллă пулнă, вара Çÿлхуçа [Турă] Хăй ăшĕнче каланă: этем пирки çĕре урăх ылханмăп ĕнтĕ, мĕншĕн тесессĕн этем кăмăлĕ мĕн çамрăкранах усал; халĕ тунă пек тумăп, пĕтĕм пурăнакана урăх нихăçан та пĕтермĕп:

(22) çĕр сывă чухне акассипе вырасси, сивĕпе шăрăх, çупа хĕл, кунпа каç нихăçан та чарăнса лармĕç, тенĕ.

Advertisements

Пултарни 8” çине 4 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s