Пултарни 27


27

(1) Ватăлса çитсе куçĕ курми пулсассăн, Исаак хăйĕн аслă ывăлне Исава чĕнсе илнĕ те ăна каланă: эй ывăлăм! тенĕ. Лешĕ ăна: эпĕ кунтах, тенĕ.

(2) [Исаак] каланă: акă эпĕ ватăлтăм; хам вилес кунăма пĕлместĕп;

(3) халĕ хăвăн сăпрайна, ухă йĕппипе уххуна, ил те хире кайса ман валли кайăк тытса кил,

(4) ман валли хам юратакан апата хатĕрле те мана çитерме илсе кил, хам виличчен чунăм сана пиллесе хăвартăр, тенĕ.

(5) Исаак хăйĕн ывăлне Исава мĕн каланине Ревекка илтсе тăнă. Исав вара хире кайăк тытма кайнă;

(6) Ревекка хăйĕн [кĕçĕн] ывăлне Иакова каланă: акă эпĕ аçу санăн Исав пиччÿне мĕн каланине илтрĕм:

(7) ман валли кайăк тытса кил, мана апат хатĕрлесе пар; эпĕ çием, вара хам виличчен сана Çÿлхуçа умĕнче пиллем, терĕ.

(8) Ывăлăм, эсĕ халĕ эпĕ сана мĕн каланине, мĕн хушнине итле:

(9) кĕтÿ патне кай та унтан мана икĕ [çамрăк] качака путекки тытса килсе пар; эпĕ аçу валли хăй юратакан апатне хатĕрлесе парăп,

(10) эсĕ ăна аçу патне илсе кĕрĕн те, вăл çийĕ, хăй виличчен сана пиллесе хăварĕ, тенĕ.

(11) Иаков хăйĕн амăшне Ревеккăна каланă: манăн Исав пиччем çăмламас çын, эпĕ яка ÿтлĕ çын;

(12) тен, аттем мана хыпаласа пăхĕ те, эпĕ вара унăн куçĕ умĕнче ултавçă пулăп, хам çине пиллĕх вырăнне ылхан кÿрĕп, тенĕ.

(13) Амăшĕ ăна каланă: ывăлăм, сана тивес ылхан ман çие пултăр, эсĕ манăн сăмахăма çеç итле, кай, илсе килсе пар мана, тенĕ.

(14) Вăл кайнă та, тытса килсе, амăшне панă; амăшĕ вара унăн ашшĕ юратакан апатне пĕçерсе хунă.

(15) Килĕнчи тумтиртен Ревекка аслă ывăлĕн Исавăн чаплă тумне илнĕ те [ăна] кĕçĕн ывăлне Иакова тăхăнтартнă;

(16) унăн аллисене, çара мăйне качака путекки тирĕпе витсе çыхнă;

(17) унтан хăй хатĕрленĕ апачĕпе çăкăрне Иакова, хăйĕн ывăлне, тыттарнă.

(18) Вăл ашшĕ патне кĕнĕ те: аттем! тенĕ. Лешĕ каланă: эпĕ кунтах; ывăлăм, эсĕ кам? тенĕ.

(19) Иаков хăйĕн ашшĕне каланă: эпĕ Исав, малтанхи ывăлу, пурне те эсĕ каланă пек турăм; тăр та манăн кайăк ашне ларса çи, санăн чуну мана пиллемелле пултăр, тенĕ.

(20) Исаак хăйĕн ывăлне каланă: эй ывăлăм! епле эсĕ питĕ хăвăрт тупса килтĕн? тенĕ. Вăл: санăн Çÿлхуçа Турру ăна мана хирĕçех ячĕ, тенĕ.

(21) Вара Исаак Иакова каланă: [ман çывăхăма] килха, ывăлăм, эпĕ сана хыпаласа пăхам, эсĕ манăн Исав ывăлăми, вăл мари? тенĕ.

(22) Иаков Исаак патне, хăйĕн ашшĕ патне, пырса тăнă, ашшĕ ăна хыпаласа пăхнă та каланă: сасси — Иаков сасси, аллисем — Исав аллисем, тенĕ.

(23) Вăл ăна паллайман, мĕншĕн тесессĕн Иаков аллисем Исав пиччĕшĕн аллисем пекех çăмламас пулнă; вара ăна пиллесе

(24) каланă: манăн Исав ывăлăм эсĕи? тенĕ. Иаков: эпĕ, тенĕ.

(25) Исаак каланă: парха мана, эпĕ ывăлăм кайăкне çием, манăн чунăм сана пиллемелле пултăр, тенĕ. Иаков ăна панă, вăл çинĕ; ăна эрех те кÿрсе панă, вăл ĕçнĕ.

(26) Исаак, ашшĕ, ăна каланă: [ман патăма] килха, чупту мана, ывăлăм, тенĕ.

(27) Вăл ашшĕ патне пырса ăна чуптунă. Исаак унăн тумтирĕн шăршине туйса илнĕ, вăл ăна пиллесе каланă: ывăлăм шăрши — уйхир шăрши, Çÿлхуçамăр пилленĕ [тулли] уйхир шăрши;

(28) Турă сана тÿпери сывлăмран, çĕр тулăхĕнчен ырăлăх парса тăтăр, иксĕлми тырăпулă, эрех парса тăтăр;

(29) сана халăхсем пăхăнса тăччăр, сана этем йăхĕсем пуççапчăр; хăвăн тăванусен хуçи пулса пурăн, аннÿ ывăлĕсем сана пуççапчăр; сана ылханакансем — ылханлă; сана пиллекенсем — пиллĕхлĕ! тенĕ.

(30) Исаак [хăйĕн ывăлне] Иакова пиллĕх парсассăнах, Иаков Исаакăн, хăйĕн ашшĕн, куçĕ умĕнчен тухса кайсассăнах, Исав, пиччĕшĕ, кайăк тытса таврăннă.

(31) Вăл та апат пĕçернĕ те, хăйĕн ашшĕ патне илсе кĕрсе, ашшĕне каланă: тăрсам, аттем, ывăлун кайăкне çи, санăн чуну мана пиллемелле пултăр, тенĕ.

(32) Исаак вара, ашшĕ, ăна: кам эсĕ? тенĕ. Вăл: эпĕ санăн ывăлу, малтанхи ывăлу, Исав, тенĕ.

(33) Исаак темĕн тĕрлĕ хытă чĕтĕресе кайнă та каланă: [ман валли] кайăк тытса килекенĕ, мана кÿрсе параканĕ кам пулчĕ вара? эпĕ эсĕ киличчен пурне те çирĕм, эпĕ ăна пиллерĕм; ĕнтĕ вăлах пиллĕхлĕ пулать, тенĕ.

(34) Исав хăйĕн ашшĕн [Исаакăн] сăмахне итлесе пĕтерсессĕн хытă кăшкăрса хурланса йĕре пуçланă, вăл ашшĕне: эй аттем! мана та пиллесем, тенĕ.

(35) Анчах вăл [ăна]: санăн шăллу чееленсе килсе кĕчĕ те санăн пиллĕхне илсе тухрĕ, тенĕ.

(36) Вара [Исав] каланă: вăл мана икĕ хут такăнтарчĕ ĕнтĕ, ăна çавăнпах Иаков ятлă хумани? Вăл манăн аслăлăхăма туртса илчĕ, акă халĕ мана тивес пиллĕхе те илчĕ, тенĕ. [Исав хăйĕн ашшĕне] татах каланă: эсĕ ман валли [те] пиллĕх хăвармарăни вара? тенĕ.

(37) Исаак Исава хуравласа каланă: акă эпĕ ăна санăн хуçу туса хутăм, унăн тăванĕсене пурне те унăн чури турăм; ăна тырăпулă, эрех пиллерĕм; ывăлăм, саншăн эпĕ мĕн тăвайăп ĕнтĕ? тенĕ.

(38) Исав хăйĕн ашшĕне каланă: эй аттем, санăн пĕр пиллĕх анчахи вара? аттеçĕм, мана та пиллесем! тенĕ. [Исаак пĕр чĕнмесĕр тăнăран] Исав сасăпа йĕрсе янă.

(39) Исаак, ашшĕ, ăна хуравласа каланă: акă эсĕ çĕр тулăхĕнчен, тÿпе сывлăмĕнчен аякра пурăнăн;

(40) хĕçÿ мĕн тупать, çавăнпа пурăнăн, хăвăн тăванна пăхăнса тăрăн; вăхăт çитсессĕн, ăна хирĕç тăрса, унăн пусмăрне ĕнсÿ çинчен сирсе ывăтăн, тенĕ.

(41) Исав вара Иакова ашшĕ панă пиллĕхĕшĕн курайми пулнă; Исав хăй ăшĕнче: аттемшĕн йĕрес кунсем çывăхарса килеççĕ — Иакова, хамăн шăллăма, вĕлеретĕп, тенĕ.

(42) Аслă ывăлĕ Исав каланă сăмахсене Ревеккăна каласа панă; вăл хăйĕн кĕçĕн ывăлне Иакова чĕнтерсе илнĕ те ăна каланă: акă Исав пиччÿ сана вĕлерме хăмсарать;

(43) халĕ ĕнтĕ, ывăлăм, манăн сăмахăма итле, тăр та [Месопотамие] ма

(нăн Лаван пиччем патне, Харрана, тар;

(44) пиччÿн хаярлăхĕ çаврăниччен,

(45) пиччÿн сана çилленнĕ çилли пусăрăниччен пĕр вăхăт ун патĕнче пурăн; каярах вăл эсĕ хăйне мĕн тунине манĕ; эпĕ вара çын ярса сана унтан илсе килтерĕп; мĕншĕн манăн пĕр кунрах сире иксĕре те çухатасха? тенĕ.

(46) Исаака вара Ревекка çапла каланă: хетсен хĕрĕсем пирки манăн пурăнассăм та килмест; Иаков хетсен хĕрне качча илес пулсассăн, çаксем евĕрлине, çак çĕрти хĕрсем евĕрлине илес пулсассăн, мана пурăнăç мĕне кирлĕ? тенĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s