Пултарни 18


18

(1) Кăнтăрлахи шăрăхра Мамре юманлăхĕнче хăй чатăрĕн алăкĕ умĕнче ларнă чухне ăна Çÿлхуçа курăннă.

(2) Авраам пуçне çĕклесе пăхнă та — акă ун умĕнче виçĕ çын тăрать. Вĕсене курсассăн, вăл, чатăрĕн алăкĕ умĕнчен вĕсене хирĕç чупса кайса, çĕре ÿксе пуççапнă та

(3) каланă: эй Патша! эпĕ Сан умăнта ырăлăх тупрăм пулсассăн, Хăвăн чурунтан пăрăнса иртсе ан кай;

(4) кăштах шыв илсе килĕç, сирĕн урăрсене çăвĕç; вара çак йывăç айĕнче канса илĕр,

(5) эпĕ çăкăр илсе килĕп, эсир вара чĕрĕрсене сыпăнтарăр; унтан [хăвăр çулăрпа] кайăр; эсир хăвăр чурăр умĕнченех иртсе каятăрçке, тенĕ. Вĕсем: епле калатăн, çапла ту, тенĕ.

(6) Авраам васкасах Сарра патне чатăра кĕнĕ те каланă [ăна]: виçĕ сата паха çăнăхран хăвăртрах чуста çăрса тутлăлла çăкăр пĕçер, тенĕ.

(7) Авраам хăй кĕтĕвĕ патне чупса кайнă та, лайăх çамрăк пăру тытса, ăна тарçине панă, лешĕ ăна васкасах хатĕрле пуçланă.

(8) Авраам вара çу, сĕт тата пĕçерсе хатĕрленĕ пăрăвне илнĕ те вĕсен умне лартнă; хăй вĕсен çывăхĕнче йывăç айĕнче тăнă. Вĕсем çинĕ.

(9) Ăна: Сарра арăму ăçта? тенĕ. Вăл хуравланă: кунта, чатăрта, тенĕ.

(10) Вĕсенчен пĕри каланă: Эпĕ сан патна [тепĕр çулхине] çак вăхăтра татах килĕп, Саррăн вара, санăн арăмун, ывăл ача пулĕ, тенĕ. Сарра çакна ун хыçĕнче, чатăр алăкĕ патĕнче итлесе тăнă.

(11) Авраампа Сарра ватăлса çитнĕ, çулланнă çынсем пулнă; Саррăн хĕрарăмсен пулаканни те пулма пăрахнă ĕнтĕ.

(12) «Ватăлса çитсессĕн манăн çав савăнăçа курмалла пулĕши? ĕнтĕ манăн хуçамăм та ватă» тесе, Сарра хăй ăшĕнче кулса илнĕ.

(13) Çÿлхуçа Авраама каланă: мĕншĕнха Сарра [хăй ăшĕнче]: «чăнах та, ватăлса çитсен те çуратăпши?» тесе, кулса илчĕ?

(14) Çÿлхуçашăн йывăрри пури вара? Каласа хунă вăхăтра, тепĕр çулхине, Эпĕ сан патна килĕп, Саррăн ывăл ача [пулĕ], тенĕ.

(15) Сарра вара туннă, вăл: эпĕ кулман, тенĕ. Мĕншĕн тесессĕн вăл хăранă. Анчах Турă [ăна] каланă: çук, эсĕ култăн, тенĕ.

(16) Çав çынсем тăнă та Содом [тата Гоморрă] еннелле çул тытнă; Авраам вĕсемпе пĕрле вĕсене ăсатма кайнă.

(17) Çÿлхуçа каланă: Хам мĕн тăвас тенине [Хамăн чурамран] Авраамран пытарăпши вара?

(18) Авраамран чăннипе те аслă, вăйлă халăх тухĕ, çĕр çинчи халăхсем пурте ун урлă пиллĕх илĕç,

(19) мĕншĕн тесессĕн Эпĕ ăна вăл хăйĕн ывăлĕсене, хăйĕн кил-йышне хăйĕнчен кайран Çÿлхуçа çулĕпе çÿреме, тÿррине тума, тĕрĕс сут тума вĕрентсе хăвартăр тесе суйласа илтĕм; Çÿлхуçа Авраам тĕлĕшĕнчен мĕн каланине [пĕтĕмпех] туса çитерĕ, тенĕ.

(20) Çÿлхуçа татах каланă: Содомпа Гоморрăра — йĕрекен сасă, хăрушă сасă, вĕсенĕн çылăхĕ питех те йывăр çылăх;

(21) анам та пăхам: Ман патăма çитекен сасă — вĕсене тарăхса йĕни — тĕрĕсехи, вĕсем чăнах та çавăн пек тăваççĕи, çуки? пĕлем, тенĕ.

(22) Çак çынсем çавăнтан Содомалла çаврăнса кайнă; Авраам çаплах Çÿлхуçа умĕнче тăнă.

(23) Авраам çывăхарах пынă та каланă: Эсĕ тÿрĕ çынна та усал çынсемпе пĕрле пĕтерĕним вара, [тÿрĕ çынна та усал çынна мĕн пулниех пулĕши вара]?

(24) Тен, çак хулара тÿрĕ пурăнакан алă çын тупăнĕ? Эсĕ тÿрĕ пурăнăçлă алă çыншăн [вĕсем унта пурăнаççĕ пулсассăн] çак [пĕтĕм] вырăна хĕрхенмĕни, пĕтерсех пăрахăни?

(25) Эсĕ ун пек тăвас çук, тÿрĕ çынна усал çынпа пĕрле пĕтерес çук, тÿрĕ çынна та усал çынна мĕн пулниех пулмĕ; Эсĕ ун пек тума пултараймастăн! Пĕтĕм çĕр Тÿри тĕрĕс мар сут тăвĕи вара? тенĕ.

(26) Çÿлхуçа каланă: Содом хулинче Эпĕ тÿрĕ çын аллă тупас пулсассăн, Эпĕ вĕсемшĕн [пĕтĕм хулана тата] çак пĕтĕм вырăна хĕрхенĕп, тенĕ.

(27) Авраам хуравласа каланă: эпĕ — тусан, эпĕ — кĕл, акă эпĕ Патшама каламах тесе шутларăм:

(28) тен, тÿрĕ çынсене шутланă чухне аллă пулмашкăн пилĕк çын çитмĕ, пилĕк çын çитменшĕн Эсĕ пĕтĕм хулана пĕтерĕни вара? тенĕ. Вăл: хĕрĕх пилĕк çын тупас пулсассăн, пĕтерессĕм çук, тенĕ.

(29) Авраам Унпа калаçма чарăнмасăр татах каланă: тен, унта хĕрĕх çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: хĕрĕх çыншăн та çавна тăвассăм çук, тенĕ.

(30) Авраам татах каланă: эпĕ калаçнăшăн Патша Туррăм ан çиллентĕрччĕ: тен, унта вăтăр çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: унта вăтăр çын тупăнсассăн, пĕтермĕп, тенĕ.

(31) Авраам каланă: акă эпĕ Патшама каламах тесе шутларăм: тен, унта çирĕм çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: çирĕм çыншăн пĕтермĕп, тенĕ.

(32) Авраам каланă: эпĕ тата тепĕр хут каланăшăн Патша Туррăм ан çиллентĕрччĕ: тен, унта вунă çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: вунă çыншăн пĕтермĕп, тенĕ.

(33) Çÿлхуçа Авраампа калаçма чарăннă та кайнă; Авраам хăйĕн вырăнне таврăннă.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s