Пултарни 17


17

(1) Аврам тăхăрвун тăхăр çула çитсессĕн, ăна Çÿлхуçа курăннă, ăна каланă: Эпĕ — Пурне те Пултаракан Турă; Манăн умăмра çÿре, айăпсăр пул;

(2) Эпĕ санпа Хам хушшăма Хамăн халалăма хыватăп, сана питех те, питех те ĕрчетсе ярăп, тенĕ.

(3) Аврам çĕре ÿксе пуççапнă. Турă унпа калаçса ăна тата каланă:

(4) Манăн санпа хывас халалăм — Эпĕ Хам: эсĕ тĕрлĕ халăхсен ашшĕ пулăн;

(5) ÿлĕмрен сана Аврам тесе чĕнмĕç, санăн яту Авраам пулĕ, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сана тĕрлĕ халăхсен ашшĕ тăвăп;

(6) сана питех те, питех те ĕрчетсе ярăп, санран халăхсем пулса кайĕç, санран патшасем тухĕç;

(7) санпа Хам хушшăма, сан хыççăн килес ăрăвусем хушшине Эпĕ йăхран йăха пыракан халалăма хывăп, Эпĕ санăн Турру пулассине, сан хыççăн килес ăрăвусен Турри пулассине çирĕплетсе ĕмĕрлĕх халал хывăп;

(8) сана тата сан хыççăн килес ăрăвусене çак хăв çÿрекен çĕре, пĕтĕм Ханаан çĕрне, ĕмĕрлĕхе еткерлĕхе парăп; вĕсенĕн Турри пулăп, тенĕ.

(9) Турă Авраама тата каланă: эсĕ вара Эпĕ хывнă халала уяса тăр, эсĕ хăв та уяса тăр, сан хыççăн килес ăрусем те сыпăкран сыпăка уяса тăччăр.

(10) Манпа сирĕн хушшăмăрти тата сан хыççăн килес ăрусен хушшинчи сыпăкран сыпăка пымалли, эсир уяса тăмалли Манăн халалăм акă çакă: сирĕн пур арçын та ÿт кастарнă пултăр; пÿтĕр хĕррине касăр: çакă Манпа сирĕн хушшăмăра хывнă халал палли пулĕ.

(11) Сирĕн ăрăвăрта пур арçын ачăр та çуралсан сакăр кунран ÿт кастарнă пултăр: хăвăр килĕрте çуралнине те, пĕрпĕр ют халăх çыннинчен кĕмĕл парса туяннă тăван мар ачана та ÿт касăр.

(12) Хăвăн çуртунта çуралнине те, кĕмĕл парса туяннисене те ÿтне каснă пултăр: Манăн халалăм сирĕн ÿтĕр çинче ĕмĕрлĕх халал пулĕ.

(13) Ÿт кастарман арçынна, [саккăрмĕш кунне] хĕрринчи ÿтне кастарманскере, çав чуна ĕнтĕ хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтермелле, мĕншĕн тесессĕн вăл Манăн халала пăсать, тенĕ.

(14) Турă Авраама татах каланă: Сарăна, хăвăн арăмна, Сара тесе ан чĕн, унăн ячĕ Сарра пултăр;

(15) Эпĕ ăна пиллĕп, унран сан валли ывăл ача парăп; Саррăна пиллĕп, унран халăхсем ĕрчесе кайĕç, унран халăхсен патшисем тухĕç, тенĕ.

(16) Авраам çĕре ÿксе пуççапнă та кулса янă, хăй ăшĕнче вăл: çĕр çулхи çынран ывăл пулĕши вара? тăхăрвуннăри Сарра та çуратĕши вара? тенĕ.

(17) Авраам Турра каланă: эх, Санăн куçу умĕнче Измаил сывă пулсассăн та юрĕччĕ! тенĕ.

(18) Турă [Авраама] каланă: хăвăн арăму, Сарра, хăех сана ывăл ача çуратса парĕ, эсĕ ăна Исаак ятлă хурăн; Эпĕ унпа [Эпĕ унăн Турри пулăп тата] унăн килес ăрăвĕсен Турри пулăп тесе ĕмĕрлĕхе халал хывăп.

(19) Эсĕ Измаилшăн йăлăннине те Эпĕ илтрĕм: акă Эпĕ ăна пиллĕп, ăна йышлă тăвăп, питех те, питех те ĕрчетсе ярăп; унран вуникĕ çулпуç çуралĕ; Эпĕ унран аслă халăх кăларăп.

(20) Анчах Хамăн халалăма Исаакпа хывăп; ăна сана Сарра тепĕр çулхине шăп çак вăхăтра çуратса парĕ, тенĕ.

(21) Вара Турă Авраампа калаçма чарăннă та ун патĕнчен çĕкленсе кайнă.

(22) Авраам хăйĕн ывăлне Измаила, хăйĕн çуртĕнче çуралнисене пурне те, кĕмĕлне парса сутăн илнисене пурне те, хăйĕн çуртĕнчи

(23) мĕнпур арçынна, пухнă та, Турă хăйне каланă пек, çав кунах вĕсенĕн хĕрринчи ÿтне касса янă.

(24) Хăйĕн хĕрринчи ÿтне каснă чухне Авраам тăхăрвун тăхăр çулта пулнă.

(25) Унăн ывăлĕ Измаил вара хăйĕн хĕрринчи ÿтне каснă чухне вунвиçĕ çулта пулнă.

(26) Авраама та, унăн ывăлне Измаила та пĕр кунрах ÿт касса янă;

(27) унпа пĕрле унăн çуртĕнчи пур арçынна та — килте çуралнисене те, ют халăхран кĕмĕл парса сутăн илнисене те — ÿт каснă.

Advertisements

Пултарни 17” çине 4 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s