Пултарни 1


1

(1) Пуçламăшĕнче Турă тÿпепе çĕре пултарнă.

(2) Çĕрĕн сăнĕ-тĕсĕ те, нимĕн те пулман, тĕпсĕр шыв тĕлĕнче тĕттĕм тăнă, шыв çийĕн ТурăСывлăшĕ варкăшнă.

(3) Турă каланă: çутă пултăр, тенĕ. Çутă пулса тăнă.

(4) Турă çутă аваннине курнă та, Турă çутта тĕттĕмрен уйăрнă.

(5) Турă çутта — кун, тĕттĕме каç тенĕ. Каç пулнă, ир пулнă: пĕрремĕш кун.

(6) Турă каланă: шыв хушшинче тĕрек пултăр, вăл шыва шывран уйăрса тăтăр, тенĕ. [Çаплапулса тăнă.]

(7) Турă тĕрек туса карнă та тĕрек айĕнчи шыва тĕрек тĕлĕнчи шывран уйăрнă. Çапла пулса тăнă.

(8) Тĕреке Турă тÿпе тенĕ. [Турă ку аваннине курнă.] Каç пулнă, ир пулнă: иккĕмĕш кун.

(9) Турă каланă: тÿпе айĕнчи шыв пĕр çĕре пухăнса тăтăр та, типĕ вырăн тухтăр, тенĕ. Çаплапулса тăнă. [Тÿпе айĕнчи шыв хăйĕн вырăнне пухăнса тăнă та, типĕ вырăн тухнă.]

(10) Типĕ вырăна Турă çĕр тенĕ, пухăнса тăнă шывсене тинĕссем тенĕ. Турă ку аваннине курнă.

(11) Турă каланă: çĕр ешĕлÿсен, [хăй йышши, хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, çĕрçинче хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан çимĕçлĕ йывăçсем ÿстертĕр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.

(12) Çĕр ешĕлÿсен, хăй йышши, [хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, [çĕр çинче] хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан [çимĕçлĕ] йывăçсем ÿстерсе кăларнă. Турă ку аваннине курнă.

(13) Каç пулнă, ир пулнă: виççĕмĕш кун.

(14) Турă каланă: [çĕре çутатса тăма тата] куна каçран уйăрса тăма, хăватсем кăтартма татавăхăта, куна, çулталăка палăртса тăма тÿпе тĕрекĕ çинче çутăсем пулччăр;

(15) çĕр çине çутă ярса тăмашкăн вĕсем тÿпе тĕрекĕ çинчи çутаткăçсем пулччăр, тенĕ. Çаплапулса тăнă.

(16) Турă икĕ пысăк çутă тунă: пысăкрах çутине куна тытса тăма, пĕчĕкрех çутине каçа тытса тăма тунă, çăлтăрсем те тунă;

(18) Турă вĕсене тÿпе тĕрекĕ çине лартнă: çĕре çутатса тăма,

(19) кунпа каçа тытса тăма, çутта тĕттĕмрен уйăрса тăма лартнă. Турă ку аваннине курнă.

(20) Каç пулнă, ир пулнă: тăваттăмĕш кун.

(21) Турă каланă: шывра чĕрĕ чунсем кĕшĕлтетчĕр; çĕр çийĕн, тÿпе тĕрекĕ айĕн вĕçен кайăксем вĕçсе çÿреччĕр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.]

(22) Шывра пулса тăнă мăн пулăсене, шывра кĕшĕлтетекен пур тĕрлĕ чĕрĕ чуна Турăăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, ăрăвĕăрăвĕпе тĕрлĕ вĕçен кайăк пултарнă. Турă ку аваннине курнă.

(23) Турă вĕсене пилленĕ: хунăр, йышлăланăр, тинĕс шывĕсене тулăр, çĕр çинче вĕçен кайăксем ĕрчеччĕр, тенĕ.

(24) Каç пулнă, ир пулнă: пиллĕкĕмĕш кун.

(25) Турă каланă: çĕр ăрăвĕăрăвĕпе чĕрĕ чунсем кăлартăр, выльăхсем, çĕленкалтасем, тискер кайăксем ăрăвĕăрăвĕпе кăлартăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.

(26) Çĕр çинчи тискер кайăксене Турă ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, выльăхсене те ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, пур çĕленкалтана та ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă. Турă ку аваннине курнă.

(27) Турă каланă: Хамăр сăнарлă, Хамăр евĕрлĕ этем тăвар, вĕсем тинĕсри пулăсене, тÿпери вĕçен кайăксене, [тискер кайăксене,] выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре, çĕр çийĕн шуса çÿрекен мĕнпур çĕленкалтана пуç пулса тăччăр, тенĕ.

(28) Турă вара Хăй сăнарлă этем пултарнă, ăна Турă евĕрлĕ пултарнă; вĕсене арçыннине,хĕрарăмне пултарнă.

(29) Турă вĕсене пилленĕ, Турă вĕсене каланă: хунăр, йышлăланăр, çĕре туллиех тулăр, ăна тытса тăрăр; тинĕсри пулăсене, [тискер кайăксене,] тÿпери вĕçен кайăксене, [пур выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре,] çĕр çумĕн çÿрекен мĕнпур чĕрчуна пуç пулса тăрăр, тенĕ.

(30) Турă тата каланă: акă Эпĕ сире пĕтĕм çĕр çинчи мĕнпур курăка, вăрлăх сапакан тĕрлĕ тĕслĕ курăка тата йывăç çимĕçĕ кÿрекен, вăрлăх сапакан тĕрлĕ йывăç патăм,— çакă сире апат валли пулĕ;

(31) пĕтĕм чĕрĕ чуна — çĕр çинчи пур тискер кайăка, тÿпери мĕнпур вĕçен кайăка, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур [çĕленкалтана] — апат валли Эпĕ пĕтĕм ешĕл курăка патăм, тенĕ. Çаплапулса тăнă.

(32) Турă Хăй пултарнине пурне те курнă та: акă питех те аван. Каç пулнă, ир пулнă: улттăмĕш кун.

Advertisements

2 thoughts on “Пултарни 1

  1. […] Пултарни Тухни Левит Йыша шутлани Саккуна астутарни Иисус Навин кĕнеки Израиль тÿрисен кĕнеки Руфь кĕнеки Патшасен пĕрремĕш кĕнеки Патшасен иккĕмĕш кĕнеки Патшасен виççĕмĕш кĕнеки Патшасен тăваттăмĕш кĕнеки Çулсеренхи пĕрремĕш кĕнеке Çулсеренхи иккĕмĕш кĕнеке Ездрăн пĕрремĕш кĕнеки Неемия кĕнеки Товит кĕнеки Иудифь кĕнеки Эсфирь кĕнеки Иов кĕнеки Псалтирь Соломон ытарăшĕсен кĕнеки Екклесиастăн, е вĕрентÿçĕн кĕнеки Соломон юррисен юррийĕн кĕнеки Соломонăн ăслăлăх кĕнеки Сирах ывăлĕ Иисусăн ăслăлăх кĕнеки Исаия пророк кĕнеки Иеремия пророк кĕнеки Иеремия хÿхлевĕ Иеремия çырăвĕ Варух пророк кĕнеки Иезекииль пророк кĕнеки Даниил пророк кĕнеки Осия пророк кĕнеки Иоиль пророк кĕнеки Амос пророк кĕнеки Иона пророк кĕнеки Михей пророк кĕнеки Наум пророк кĕнеки Аввакум пророк кĕнеки Софония пророк кĕнеки Аггей пророк кĕнеки Захария пророк кĕнеки Малахия пророк кĕнеки Маккавейсен пĕрремĕш кĕнеки Маккавейсен иккĕмĕш кĕнеки Маккавейсен виççĕмĕш кĕнеки Ездрăн виççĕмĕш кĕнеки […]

    Liked by 1 person

  2. […] Пултарни Тухни Левит Йыша шутлани Саккуна астутарни Иисус Навин кĕнеки Израиль тÿрисен кĕнеки Руфь кĕнеки Патшасен пĕрремĕш кĕнеки Патшасен иккĕмĕш кĕнеки Патшасен виççĕмĕш кĕнеки Патшасен тăваттăмĕш кĕнеки Çулсеренхи пĕрремĕш кĕнеке Çулсеренхи иккĕмĕш кĕнеке Ездрăн пĕрремĕш кĕнеки Неемия кĕнеки Товит кĕнеки Иудифь кĕнеки Эсфирь кĕнеки Иов кĕнеки Псалтирь Соломон ытарăшĕсен кĕнеки Екклесиастăн, е вĕрентÿçĕн кĕнеки Соломон юррисен юррийĕн кĕнеки Соломонăн ăслăлăх кĕнеки Сирах ывăлĕ Иисусăн ăслăлăх кĕнеки Исаия пророк кĕнеки Иеремия пророк кĕнеки Иеремия хÿхлевĕ Иеремия çырăвĕ Варух пророк кĕнеки Иезекииль пророк кĕнеки Даниил пророк кĕнеки Осия пророк кĕнеки Иоиль пророк кĕнеки Амос пророк кĕнеки Иона пророк кĕнеки Михей пророк кĕнеки Наум пророк кĕнеки Аввакум пророк кĕнеки Софония пророк кĕнеки Аггей пророк кĕнеки Захария пророк кĕнеки Малахия пророк кĕнеки Маккавейсен пĕрремĕш кĕнеки Маккавейсен иккĕмĕш кĕнеки Маккавейсен виççĕмĕш кĕнеки Ездрăн виççĕмĕш кĕнеки […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s