Пултарни 47


47

(1) Иосифвара фараон патне пынă та хыпар тунă, вăл каланă: манăн аттем, манăн тăванăмсем хăйсен
(вак выльăхĕпе, шултăра выльăхĕпе, хăйсен мĕн пуррине йăлтах хăйсемпе пĕрле илсе Ханаанçĕрĕнчен килчĕç; акă ĕнтĕ вĕсем халĕ Гесем çĕрĕнче, тенĕ.
(2) Вăл хăйĕн тăванĕсенчен пиллĕкĕшне фараон умне илсе пырса тăратнă.
(3) Фараонунăн тăванĕсене каланă: эсир мĕн ĕçлесе пурăнатăр? тенĕ. Вĕсемфараона каланă: эпир, санăн чурусем — хамăр та, пирĕн аттесем те — сурăх кĕтÿçисем, тенĕ.
(4) Вĕсем фараона тата каланă: Ханаан çĕрĕнче хаяр выçлăх, унта хамăрăн, санăн чурусен, выльăхне кĕтме кĕтÿлĕх çук, çавăнпа эпир çак çĕрте пурăнас тесе килтĕмĕр; ĕнтĕ хăвăн чурусене Гесем çĕрне вырăнаçма ирĕк парсамччĕ, тенĕ.
(5) Вара фараон Иосифа каланă: аçупа тăванусем сан патна килнĕ;
(6) Египетçĕрĕ санăн умăнта; хăвăн аçупа тăванусене çак çĕре чи лайăх вырăна вырăнаçтар; вĕсем Гесем çĕрĕнче пурăнччăр; вĕсем хушшинче пултаруллă çынсем пуррине пĕлетĕн пулсассăн, вĕсене манăн выльăхчĕрлĕхе тĕрĕслесе тăракансем ту, тенĕ.
(7) Иосифхăйĕн ашшĕне Иакова илсе пынă та фараонумне тăратнă; Иаков фараона пилленĕ.
(8) Фараон Иакова каланă: эсĕ пурăнан кунçул миçе çул пулать ĕнтĕ? тенĕ.
(9) Иаков фараона каланă: эпĕ çĕр çинче çÿре пуçлани çĕр вăтăр çул ĕнтĕ; эпĕ пурăннă кунçул сахал та телейсĕр пулчĕ, хамăн аттесем çÿресе ирттернĕ кунçула çитеймерĕ, тенĕ.
(10) Вара Иаковфараона пилленĕ те ун патĕнчен тухса кайнă. пИосиф хăйĕн ашшĕпе тăванĕсене вырăнаçтарнă, вĕсене, фараон хушнă пек, Египет çĕрĕнчи чи лайăх çĕрте, Раамсес çĕрĕнче, вырăн панă.
(12) Иосифхăйĕн ашшĕне, тăванĕсене, ашшĕн пĕтĕм кил-йышне — кашни кил-йыша мĕн чухлĕ кирлĕ, çав таран — тырă парса тăнă.
(13) Пĕтĕм çĕр çинче тырă пулман, мĕншĕн тесессĕн выçлăх хаярланнăçемĕн хаярланса пынă; выçлăхпа Египет çĕрĕ те,
(Ханаанçĕрĕ те хăрăнса çитнĕ.
(14) Иосиф Египетçĕрĕнчи тата Ханаан çĕрĕнчи мĕнпур кĕмĕле, тырăшăн тÿленĕ кĕмĕле, пĕтĕмпех пуçтарнă та фараон килне панă.
(15) Египетçĕрĕнче те, Ханаан çĕрĕнче те кĕмĕл юлман. Египет çыннисем пурте Иосиф патне пынă та каланă: пире тырă парсамччĕ; кĕмĕл пĕтнипе халĕ ĕнтĕ пирĕн сан умăнтах вилмеллеи? тенĕ.
(16) Иосифкаланă: кĕмĕлĕр пĕтрĕ пулсассăн, выльăхăра хăваласа килĕр, эпĕ сире выльăхăршăн [тырă] парăп, тенĕ.
(17) Вĕсем хăйсен выльăхне Иосиф патне хăваласа пынă; Иосифвĕсене лашисемшĕн, вак выльăх кĕтĕвĕсемшĕн, шултăра выльăх кĕтĕвĕсемшĕн, ашакĕсемшĕн тырă панă; çав çулхине вăл вĕсене мĕнпур выльăхĕшĕн тырă парса тăнă.
(18) Ку çул иртсе кайнă; вĕсем тепĕр çулхине те ун патне пынă та каланă: кĕмĕл пĕтнине, пирĕн выльăх кĕтĕвĕсем хуçамăр аллине куçнине эпир хамăр хуçамăртан пытараймастпăр; ĕнтĕ хамăр ÿтсĕр пуçне, хамăр çĕрсĕр пуçне хуçамăр умĕнче пирĕн нимĕн те юлмарĕ;
(19) мĕншĕн пирĕн хамăрăн та, хамăрăн çĕрĕмĕрсен те санăн куçу умĕнчех пĕтесха? тырăшăн пире хамăра та, пирĕн çĕрсене те ил, вара эпир çĕрĕмĕнĕпех фараон чурисем пулăпăр, эсĕ пире вăрлăх пар, эпир чĕрĕ юлар, вилер мар, çĕр пушанса ан юлтăр, тенĕ.
(20) Вара Иосифпĕтĕм Египет çĕрне фараон валли туяннă: выçлăх аптăратса çитернипе Египет çыннисем пурте хăйсен хирĕсене сутса янă. Çĕр фараона пулнă.
(21) Вăл халăха таЕгипетăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа тепĕр вĕçне çитичченех чура туса хунă.
(22) [Иосиф] апăссен çĕрне çеç туянман, мĕншĕн тесессĕн апăссене фараонçĕрĕнчен пай татса панă, вĕсем фараон татса панă çĕртен тăранса пурăннă; çавăнпа вĕсем хăйсен çĕрне сутман.
(23) Вара Иосифхалăха каланă: акă эпĕ халĕ сире хăвăра та, сирĕн çĕрĕре те фараонвалли илтĕм; акă сире вăрлăх, çĕре акса тухăр;
(24) вырса илсессĕн, пиллĕкĕмĕш пайне фараона парăр, тăватă пайĕ хăвăра хире акса хăварма, хăвăра, хăвăр килĕртисене тăранса пурăнма, хăвăр ачăрсене тăранса пурăнма юлĕ, тенĕ.
(25) Вĕсем: эсĕ пире вилĕмрен хăтартăн; ĕнтĕ хамăр хуçамăр куçĕ умĕнче ырăлăх тупар, фараон чури пулар, тенĕ.
(26) Иосифçакна Египет çĕрĕнчи саккун туса хунă, вăл çак кунчченех çапла пырать: пиллĕкĕмĕш пая фараона памалла, апăссен çĕрĕнчен çеç фараона памалла мар, мĕншĕн тесессĕн ку — фараон çĕрĕ мар.
(27) Израиль Египет çĕрĕнче, Гесем çĕрĕнче, пурăннă, ку çĕр вĕсен пулнă, вĕсем ĕрченĕ, питĕ йышлăланса çитнĕ.
(28) Иаков Египетçĕрĕнче вунçичĕ çул пурăннă; Иаковăн ĕмĕрĕ, вăл пурăннă кунçул, çĕр хĕрĕх çичĕ çул пулнă.
(29) Израилĕн вилес вăхăчĕ çитнĕ, вăл хăйĕн ывăлне Иосифа чĕнсе илнĕ те ăна каланă: эпĕ санăн куçу умĕнче ырăлăх тупрăм пулсассăн, аллуна манăн пĕççĕм çине хур та: «сана ырă тăвăп, тĕрĕс пулăп, сана Египетрапытармăп» тесе тупа ту;
(30) эпĕ хамăн аттесемпе пĕрле выртам; эсĕ мана Египетран илсе тухăн та аттемсене пытарнă вырăна пытарăн, тенĕ. Иосиф: эсĕ каланă пек тăвăп, тенĕ.

(31) Тата каланă: мана тупа ту, тенĕ. Иосиф ăна тупа тунă. Вара вырăн çинче выртакан Израильпуçне тайса илнĕ*.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s