Тухни


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Моисейĕн Иккĕмĕш Кĕнеки

Тухни

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

Пай 1

¹ Иаковпа [хăйсен ашшĕпе] пĕрле, кашнийĕ хăйĕн [пĕтĕм] кил-йышĕпе пĕрле Египета пырса кĕнĕ Израиль ывăлĕсенĕн ячĕсем акă:

² Рувим, Симеон, Левий тата Иуда,

³ Иссахар, Завулон тата Вениамин,

⁴ Дан тата Неффалим, Гад тата Асир.

⁵ Иаковран çуралнисем пурĕ çитмĕл [пилĕк] чун пулнă; Иосиф ун чухне Египетра пулнă ĕнтĕ.

⁶ Иосиф та, унăн пур тăванĕ те вилнĕ, вăл сыпăк пĕтĕмпе вилсе пĕтнĕ;

⁷ Израиль ывăлĕсем вара хунаса ĕрчесе кайнă, çав тери йышлăланса, вăйлăланса пынă, çав çĕр вĕсемпе тулса çитнĕ.

⁸ Египет çĕрĕнче ĕнтĕ Иосифа пĕлмен урăх патша ларнă,

⁹ вăл хăйĕн халăхне каланă: «Акă Израиль ывăлĕсен халăхĕ йышлă, пирĕнтен вăйлăрах;

¹⁰ унран чеерех пулар, вăл текех ан ĕрчейтĕр; унсăрăн вăл, вăрçă хускалас пулсассăн, пирĕн тăшмансемпе пĕрлешĕ те, пире хирĕç тăрса, [пирĕн] çĕртен тухса кайĕ,» — тенĕ.

¹¹ Ĕнтĕ Израиль халăхне йывăр ĕçпе хавшатмашкăн ăна ĕçлеттерекен пуçлăхсем суйласа лартнă. Израиль ывăлĕсем вара фараона сых ятне хатĕрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урăхла Илиополь пулать] — лартса панă.

¹² Анчах халăх хăйне хавшатнăçемĕн тата йышлăланса пынă, тата ытларах ĕрчесе кайнă, [Египет çыннисем] ĕнтĕ Израиль ывăлĕсенчен шиклене пуçланă.

¹³ Çавăнпа та Египет çыннисем Израиль ывăлĕсене пĕр хĕрхенмесĕр пусахласа ĕçлеттернĕ,

¹⁴ Египет çыннисем Израиль ывăлĕсене пĕр хĕрхенмесĕр, йывăр ĕç ĕçлеттерсе — тăм ĕçĕ тутарса, кирпĕч çаптарса, хирти тĕрлĕ ĕçе ĕçлеттерсе, кирек мĕнле ĕç тутарнă чухне те пĕр хĕрхенмесĕр, пусахласа ĕçлеттерсе — вĕсен пурăнăçне чăтмалла мар туса çитернĕ.

¹⁵ Египет патши еврей арăмĕсен эпи карчăкĕсене — вĕсенчен пĕри Шифра, тепĕри Фуа ятлă пулнă — çапла хушнă,

¹⁶ [вĕсене] çапла каланă: «Эсир еврей арăмĕсене ача çураттарнă чухне астусах тăрăр: ывăл çуралас пулсассăн — ăна вĕлерĕр, хĕр пулсассăн — пурăнтăр,» — тенĕ.

¹⁷ Анчах эпи карчăксем Турăран хăранă, вĕсем Египет патши хушнă пек туман, ачасене чĕрĕ хăварнă.

¹⁸ Египет патши эпи карчăксене чĕнтерсе илнĕ те вĕсене каланă: «Эсир мĕншĕн çапла тăватăр, ачасене чĕрĕ хăваратăр?» — тенĕ.

¹⁹ Эпи карчăксем фараона каланă: «Еврей арăмĕсем Египет арăмĕсем пек мар; вĕсем сывлăхлă, вĕсем хăйсем патне эпи карчăк пырса çитичченех çуратаççĕ,» — тенĕ.

²⁰ Çакăншăн Турă эпи карчăксене ырăлăх кăтартса тăнă, халăхĕ вара йышлăланса, çав тери вăйлăланса пынă.

²¹ Эпи карчăксем Турăран хăраса пурăннăшăн Вăл вĕсенĕн килне-çуртне ăнăçлăх парса тăнă.

²² Вара фараон хăйĕн пĕтĕм халăхне çапла хытарса каланă: «[еврейсен] çуралакан ывăлĕсене пурне те шыва пăрахăр, хĕрĕсене пурне те чĕрĕ хăварăр,» — тенĕ.

Пай 2

¹ Левий йăхĕн пĕр çынни кайнă та çав йăхранах хăйне валли арăм илнĕ.

² Арăмĕ йывăр çын пулнă та ывăл ача çуратнă, ачи питĕ илемлине кура ăна виçĕ уйăх пытарса усранă;

³ анчах тата ытларах пытарса усрайман, çавăнпа хăмăш лăпă илнĕ те ăна асфальтпа, сăмалапа сăмалаланă, ачине çавăнта вырттарса шыв хĕрринчи хăмăшлăха кайса лартнă;

⁴ ача аппăшĕ ăна мĕн пулассине аякран сăнаса тăнă.

⁵ Акă фараон хĕрĕ шыв хĕррине çăвăнма аннă, унăн тарçă хĕрĕсем çыран хĕрринче уткаласа çÿренĕ. Вăл хăмăшлăхра пĕр лăпă курнă та ăна хăйĕн хĕр чурине ярса илтернĕ.

⁶ Уçса пăхнă та курах кайнă: акă [лăпăра] ача йĕрсе выртать; [фараон хĕрĕ] ачана хĕрхеннĕ, вăл: «Ку еврей ачи,» – тенĕ.

⁷ Вара ача аппăшĕ фараон хĕрне каланă: «Еврей арăмĕсем хушшинчен сан патна кăкăр ĕмĕртекен чĕнсе килес мар-и? Вăл сана ача ÿстерсе парĕ,» — тенĕ.

⁸ Фараон хĕрĕ ăна: «Чĕнсе кил,» — тенĕ. Хĕр кайнă та ача амăшнех чĕнсе пынă.

⁹ Фараон хĕрĕ ăна каланă: «Çак ачана ил те мана ÿстерсе пар; эпĕ сана тÿлĕп,» —  тенĕ. Арăм ачана илнĕ те ăна пăха пуçланă.

¹⁰ Ача ÿснĕ, арăм ăна фараон хĕрĕ патне илсе пынă, çак ача фараон хĕрĕшĕн ывăлĕ вырăннех пулнă, вăл ăна Моисей тесе ят хунă, «Мĕншĕн тесессĕн эпĕ ăна шывран кăлартăм,» — тенĕ вăл.

¹¹ Чылай вăхăт иртсессĕн, Моисей ÿссе çитĕнсессĕн, çапла пулнă: вăл хăйĕн тăванĕсем [Израиль ывăлĕсем] патне тухнă та вĕсем йывăр ĕç ĕçленине курнă; вăл хăйĕн пĕр тăванне [Израиль ывăлне], пĕр еврее, Египет çынни хĕненине курнă.

¹² Вăл унталла-кунталла пăхкаласа илнĕ те, никам та çуккине кура, Египет çыннине вĕлерсе хăйăр ăшне пытарнă.

¹³ Тата тепĕр кунне тухнă та вăл — акă икĕ еврей çапăçать; вăл кÿрентерекеннине каланă: «Мĕншĕн эсĕ хăвăн çывăх çыннуна хĕнетĕн?» — тенĕ.

¹⁴ Лешĕ каланă: «Сана кам пирĕн пуçлăх, пирĕн тÿре туса лартрĕ? [ĕнер] Египет çыннине вĕлернĕ пек, мана та вĕлерме шухăшламастăн пулĕ-çке?» — тенĕ. Моисей хăраса ÿкнĕ те: «Ку ĕç çинчен пĕлеççĕ иккен,» — тенĕ.

¹⁵ Çав ĕç çинчен фараон илтнĕ те Моисее вĕлересшĕн пулнă. Анчах Моисей фараон патĕнчен тухса тарнă та Мадиан çĕрне çитсе ÿкнĕ, [Мадиан çĕрне çитсессĕн] пĕр пусă патне ларнă.

¹⁶ Мадиан священникĕн çичĕ хĕр [пулнă], [вĕсем хăйсен ашшĕн Иофорăн сурăхĕсене кĕтсе çÿренĕ]. Вĕсем пынă та хăйсен ашшĕн [Иофорăн] сурăхĕсене шăвармашкăн шыв ăсса валашкасене тултарнă.

¹⁷ Акă кĕтÿçĕсем çитнĕ те вĕсене хăваласа янă. Моисей тăнă та хĕрсене хÿтĕленĕ, [шыв ăсса] вĕсен сурăхĕсене шăварнă.

¹⁸ Хĕрĕсем Рагуил патне, хăйсен ашшĕ патне, таврăннă, вăл [вĕсене]: «Мĕншĕн эсир паян питĕ ир килтĕр?» — тенĕ.

¹⁹ Вĕсем каланă: «Темĕнле Египет çынни пире кĕтÿçĕсенчен хÿтĕлерĕ, çитменнине тата пире шыв ăсса пачĕ, [пирĕн] сурăхсене шăварчĕ,» — тенĕ.

²⁰ Вăл хăйĕн хĕрĕсене каланă: «Ăçта вăл çын? Эсир ăна мĕншĕн пăрахса хăвартăр? Чĕнсе килĕр ăна, вăл çăкăр çитĕр,» — тенĕ.

²¹ Моисей çак çын патĕнче пурăнма килĕшнĕ; вăл Моисее хăйĕн хĕрне, Сепфорăна, качча панă.

²² Арăм [йывăр çын пулнă та] ывăл ача çуратнă; [Моисей] ăна Гирсам ятлă хунă, «Мĕншĕн тесессĕн эпĕ ют çĕрте пурăнакан çын пултăм,» — тенĕ вăл. [Татах йывăр çын пулса, Сепфора тепĕр ывăл çуратса панă; Моисей ăна Елиезер ятлă хунă, вăл: «Аттемĕн Турри манăн пулăшаканăм пулчĕ те мана фараон аллинчен хăтарчĕ,» — тенĕ.]

²³ Чылай вăхăт иртсессĕн Египет патши вилнĕ. Йывăр ĕçе тÿсеймесĕр Израиль ывăлĕсем йынăшнă, ахлатса йĕнĕ, вĕсем йĕни Турă патне çитнĕ.

²⁴ Турă вĕсем йынăшнине илтнĕ те Хăй Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа пĕрле хывнă халалне асне илнĕ.

²⁵ Турă Израиль ывăлĕсене курнă, Турă вĕсене хĕрхеннĕ.

Пай 3

¹ Моисей Иофорăн — хăй хунĕн, Мадиан священникĕн — сурăхĕсене кĕтсе çÿренĕ. Пĕррехинче вăл кĕтĕве аякка пушхире хăваласа кайнă та Турă тăвĕ патне, Хорив патне, пырса çитнĕ.

² Йĕплĕ хăва тĕмĕ варринчен, вут-çулăм ăшĕнчен, ăна Çÿлхуçа Ангелĕ курăннă. Моисей çакна курнă: йĕплĕ хăва тĕмĕ çулăмпах çунса тăрать, çапах та çунса пĕтмест.

³ Моисей: «Каям та çакă аслă хăвата курам, мĕншĕн-ха ку тĕм çунса пĕтмест?» — тенĕ.

⁴ Вăл пăхма пынине Çÿлхуçа курнă, вара Турă ăна тĕм варринчен чĕнсе каланă: «Моисей! Моисей!» — тенĕ. Моисей: «[Эй Çÿлхуçамăм,] эпĕ кунтах!» — тенĕ.

⁵ Турă каланă: «Çывăха ан кил; уру сыррине салтса пăрах, мĕншĕн тесессĕн эсĕ тăракан вырăн сăваплă çĕр,» — тенĕ.

⁶ [Ăна] тата каланă: «Эпĕ сан аçунăн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри,» — тенĕ. Моисей хăйĕн питне хупланă, мĕншĕн тесессĕн Турă çине пăхма хăранă.

⁷ Çÿлхуçа [Моисее] каланă: «Эпĕ Хамăн халăхăм Египетра асапланнине куртăм, пăхавçăсем ăна мĕнле макăртнине илтрĕм; Эпĕ унăн хĕн-хурне пĕлетĕп,

⁸ ăна Египет çыннисен аллинчен хăтармашкăн, ăна çав çĕртен илсе тухса, сĕтпе пыл юхса выртакан паха та анлă çĕре — Ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен çĕрне — [илсе кĕмешкĕн] каятăп.

⁹ Акă Израиль ывăлĕсем макăрни Ман патăма çитрĕ ĕнтĕ, Эпĕ Египет çыннисем вĕсене пусмăрлакан пусмăра куратăп.

¹⁰ Эппин, кай: Эпĕ сана фараон [Египет патши] патне яратăп; Манăн халăхăма, Израиль ывăлĕсене, Египетран илсе тух,» — тенĕ.

¹¹ Моисей Турра каланă: «Фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывăлĕсене Египетран илсе тухмашкăн кам вара эпĕ?» — тенĕ.

¹² [Турă] ăна каланă: «Эпĕ санпа пĕрле пулăп, акă сана Эпĕ янине пĕлтерекен паллă: эсĕ [Манăн] халăхăма Египет çĕрĕнчен илсе тухсассăн, эсир çак ту çинче Турăшăн тумалли ĕçе тăвăр,» — тенĕ.

¹³ Моисей Турра каланă: «Акă эпĕ Израиль ывăлĕсем патне пырăп та вĕсене: “Сирĕн аçăрсенĕн Турри мана сирĕн пата ячĕ,” — тейĕп. Вĕсем мана: “Вăл мĕн ятлă?” — тейĕç. Манăн вĕсене мĕн калас?» — тенĕ.

¹⁴ Турă Моисее каланă: «Эпĕ Ĕмĕрех Пурри,» — тенĕ. Тата каланă: «Израиль ывăлĕсене çапла кала: Ĕмĕрех Пурри мана сирĕн патăра ячĕ тесе кала,» — тенĕ.

¹⁵ Турă Моисее татах каланă: «Израиль ывăлĕсене çапла кала: “Çÿлхуçа [Яхве], аçăрсенĕн Турри — Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — мана сирĕн патăра ячĕ. Çакă Манăн ĕмĕрлĕх ятăм, Мана асра тытасси те сыпăкран сыпăка пытăр.”

¹⁶ Кай, Израиль [ывăлĕсен] аслă çыннисене пуçтар та вĕсене кала: “Мана Çÿлхуçа, аçăрсенĕн Турри — Авраам Турри, Исаак [Турри] тата Иаков [Турри] — курăнчĕ, Вăл: Эпĕ сирĕн патăра пытăм та сире Египетра мĕн кăтартнине куртăм тесе каларĕ,” — те,» — тенĕ.

¹⁷ Татах каланă: «Египет пусмăрĕнчен Эпĕ сире Ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен çĕрне, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре, илсе тухăп.

¹⁸ Вĕсем санăн сăмахна итлĕç, вара эсĕ тата Израилĕн аслă çыннисем Египет патши [фараон] патне кайăр та ăна калăр: “Пире Çÿлхуçа, еврейсен Турри, чĕнчĕ; çавăнпа хамăрăн Çÿлхуçа Туррăмăра парне кÿмешкĕн эсĕ пире пушхире виçĕ кун каймалăх çула яр,” — тейĕр.

¹⁹ Анчах Эпĕ пĕлетĕп: Египет патши [фараон], хăйне хăватлă алăпа хистемесессĕн, сире кайма ирĕк памĕ;

²⁰ вара Хамăн аллăма тăсăп та Египета, унăн çĕрĕнче Хамăн пĕтĕм хăватăма кăтартса, çĕмĕрсе тăкăп; çавăн хыççăн вăл сире кăларса ярĕ.

²¹ Египет çыннисен куçĕ умĕнче çак халăха ырăлăх парăп; кайнă чухне эсир пушă алăпа тухса каймăр:

²² кашни хĕрарăм хăйĕн кÿршĕ арăмĕнчен тата унăн килĕнче пурăнакан арăмран кĕмĕл япаласемпе ылтăн япаласем, тумтир ыйтса илĕ, вĕсемпе эсир хăвăрăн ывăлăрсене те, хĕрĕрсене те капăрлантарăр, çапла Египет çыннисен пурлăхне пухса тухса кайăр,» — тенĕ.

Пай 4

¹ Моисей хуравласа çапла каланă: «Эхер те вĕсем мана ĕненмесессĕн, манăн сăмахăма итлемесессĕн тата “Сана Çÿлхуçа курăнман” тесессĕн? [вĕсене мĕн калас вара?]» — тенĕ.

² Çÿлхуçа ăна: «Санăн аллунти мĕн вăл?» — тенĕ. Моисей хуравланă: «Туя,» — тенĕ.

³ Çÿлхуçа: «Çĕре пăрах ăна,» — тенĕ. Вăл ăна çĕре пăрахнă та, туйи çĕлен пулса тăнă, Моисей унран тара пуçланă.

⁴ Вара Турă Моисее каланă: «Аллуна тăс та ăна хÿринчен ярса тыт,» — тенĕ. Вăл аллине тăснă та ăна [хÿринчен] ярса тытнă; çĕлен унăн аллинче туя пулса тăнă.

⁵ «Çакă [сана] Çÿлхуçа — хăйсен ашшĕсен Турри, Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — курăннине ĕнентерме пулĕ,» — тенĕ.

⁶ Çÿлхуçа ăна тата каланă: «Аллуна хĕвне чик,» — тенĕ. Вăл аллине хĕвне чикнĕ, унтан ăна [хĕвĕнчен] туртса кăларнă та, акă унăн алли тилçе сырса илнипе юр пек шуралса кайнă.

⁷ [Çÿлхуçа ăна татах] каланă: «Аллуна каллех хĕвне чик,» — тенĕ. Вăл вара аллине хĕвне чикнĕ; унтан ăна хĕвĕнчен туртса кăларнă та, акă алли каллех ытти ÿчĕ пекех пулса тăнă.

⁸ Çÿлхуçа каланă: «Эхер те вĕсем сана ĕненмесессĕн, пĕрремĕш паллă хушнине итлемесессĕн, тепĕр паллă хушнине ĕненĕç;

⁹ эхер те çакă икĕ палла та ĕненмесессĕн тата санăн сăмахна итлемесессĕн, çырмаран шыв ăсса ил те çĕре тăк; çырмаран ăсса илнĕ шыв çĕр çинче юн пулса тăрĕ,» — тенĕ.

¹⁰ Вара Моисей Çÿлхуçа Турра каланă: «Эй Турăçăм! Эпĕ калаçма ăста çын мар, ĕнер те, виçĕмкун та, Эсĕ Хăвăн чурупа калаçма пуçланă чухне те çавнашкалччĕ: эпĕ такăнчăклă калаçатăп, эпĕ селĕп,» — тенĕ.

¹¹ Çÿлхуçа [Моисее] каланă: «Этеме чĕлхе-çăвар кам панă? Чĕлхесĕр е хăлхасăр, е куракан, е суккăр тăваканĕ кам? Эпĕ, Çÿлхуçа [Турă], мар-и вара?

¹² Ĕнтĕ кай, Эпĕ санăн чĕлхÿ-çăварупа пулăп, сана мĕн каламаллине вĕрентсе тăрăп,» — тенĕ.

¹³ [Моисей] каланă: «Эй Турăçăм! Урăххине, кама яма пултаратăн — çавна, яр,» — тенĕ.

¹⁴ Вара Çÿлхуçа Моисее çилленсе çитнĕ те каланă: «Ара, санăн Аарон пиччÿ, Левий йăхĕн çынни, çук-им? Эпĕ [сан вырăнна] вăл калаçма пултарасса пĕлетĕп, акă вăл сана хирĕç тухĕ те сана курсассăн чунтанах савăнса кайĕ;

¹⁵ эсĕ ăна каласа тăрăн, унăн чĕлхи-çăварне [Манăн] сăмахсене калаттарăн, Эпĕ вара санăн чĕлхÿ-çăварупа, унăн чĕлхи-çăварĕпе пулăп, сирĕн мĕн тумаллине сире вĕрентсе тăрăп;

¹⁶ сан вырăнна халăхпа вăл калаçĕ; çапла вара вăл санăн чĕлхÿ пулĕ, эсĕ уншăн Турă вырăнне пулăн;

¹⁷ çакă [çĕлен пулнă] туяна аллуна тыт: эсĕ унпа астутаракан паллăсем тăвăн,» — тенĕ.

¹⁸ Моисей кайнă та, Иофор патне — хунĕ патне — таврăнса, ăна каланă: «Эпĕ каям, Египетри тăванăмсем патне таврăнам та курам: чĕрех-ши вĕсем?» — тенĕ. Иофор Моисее: «Ыррăн-сыввăн кай,» — тенĕ. [Чылай вăхăт иртнĕ хыççăн Египет патши вилнĕ.]

¹⁹ Мадиан [çĕрĕнче] Çÿлхуçа Моисее каланă: «Кай, Египета таврăн, санăн чунна шыракансем пурте вилчĕç ĕнтĕ,» — тенĕ.

²⁰ Моисей вара хăйĕн арăмĕпе ывăлĕсене илнĕ те вĕсене ашак çине лартса Египет çĕрне тухса кайнă. Аллине вăл Турă туйи тытнă.

²¹ Çÿлхуçа Моисее каланă: «Кунтан кайса Египета каялла таврăнсассăн, асту, фараон умĕнче Эпĕ хушнă пур хăвата та ту, Эпĕ вара унăн чĕрине хаярлантарăп та, вăл халăха ямĕ.

²² Фараона кала: “Çÿлхуçа [еврейсен Турри] çапла калать, те: ‘Израиль — Манăн ывăлăм, Манăн малтанхи ывăлăм;

²³ Cана: Манăн ывăлăма яр, тетĕп, вăл Маншăн тумалли ĕçе тутăр; ăна ямасассăн акă Эпĕ санăн ывăлна, малтанхи ывăлна, вĕлерĕп’ — тесе калать,” — те,» — тенĕ.

²⁴ Çул çинче, çĕр каçнă вырăнта, ăна Çÿлхуçа тĕл пулнă та вĕлересшĕн пулнă.

²⁵ Çавăн чухне Сепфора чул çĕçĕ илнĕ те хăй ывăлĕн хĕрринчи ÿтне касса илсе, ăна Моисей ури патне пăрахса: «Эсĕ манăн юнăм каччи,» — тенĕ.

²⁶ Çÿлхуçа вара Моисей патĕнчен кайнă. Çавăн чухне Сепфора: «Ÿт каснипе — юнăм каччи,» — тенĕ.

²⁷ Çÿлхуçа Аарона каланă: «Пушхире Моисее хирĕç кай,» — тенĕ. Вăл вара тухса кайнă, ăна Турă тăвĕ патĕнче тĕл пулнă та чуптуса саламланă.

²⁸ Моисей хăйне янă Çÿлхуçанăн пĕтĕм сăмахне тата Вăл тума хушнă пĕтĕм хăват паллисем çинчен Аарона каласа кăтартнă.

²⁹ Моисей вара Ааронпа пĕрле кайнă, вĕсем Израиль ывăлĕсен пĕтĕм аслă çыннине пухнă та,

³⁰ Аарон [вĕсене] Çÿлхуçа Турă Моисее каланă пĕтĕм сăмаха каласа панă; Моисейĕ халăх куçĕ умĕнче хăват паллисем туса кăтартнă,

³¹ халăх вара ĕненнĕ; вĕсем Çÿлхуçа Турă Израиль ывăлĕсем патĕнче пулни çинчен, Вăл вĕсен асапне курни çинчен илтнĕ, вара вĕсем чĕркуçленсе ларса пуççапнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

Пай 5

¹ Çакăн хыççăн Моисейпе Аарон фараон патне пынă та [ăна] каланă: «Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: “Манăн халăхăма яр, вăл пушхирте Маншăн уяв тутăр,” — тет,» — тенĕ.

² Анчах фараон каланă: «Эпĕ Унăн сăмахне итлесе Израиль [ывăлĕсене] кăларса ямашкăн Турă вăл камах вара? Эпĕ Турра пĕлместĕп, Израиле те ямастăп,» — тенĕ.

³ Вĕсем [ăна] каланă: «Eврейсен Турри чĕнчĕ пире; Çÿлхуçана, хамăр Туррăмăра, парне кÿмешкĕн пире пушхире виçĕ кун каймалăх çула яр, Вăл пире суран чирпе е хĕçпе пĕтерсе ан пăрахтăрччĕ,» — тенĕ.

⁴ Египет патши вĕсене каланă: «Моисейпе Аарон, эсир мĕншĕн [манăн] халăхăма ĕçлеме чăрмантарса çÿретĕр? Кайăр, [эсир кашнийĕ] хăвăр ĕçĕре тăвăр,» — тенĕ.

⁵ Унтан фараон каланă: «Акă ку çĕрте халăх йышлă, эсир вара ăна ĕçлеме чăрмантарса çÿретĕр,» — тенĕ.

⁶ Çав кунах фараон халăха пăхса тăракансене тата сыхлавçăсене çапла хытарса каланă:

⁷ «Ĕнер, виçĕмкун кирпĕч тума халăха улăм параттăр, малашне ан парăр, вĕсем хăйсем валли хăйсемех улăм пуçтарччăр,

⁸ кирпĕчне вара ĕнер тата виçĕмкун мĕн чухлĕ тунă, çавăн чухлех туччăр, шутне ан чакарăр; вĕсем ĕçсĕр супнă, çавăнпа: “Каяр, хамăр Туррăмăра парне кÿрер” — тесе кăшкăраççĕ те;

⁹ вĕсене ĕç нумайрах парас: вĕсем ĕçлеччĕр, пушă сăмах калаçса ан çÿреччĕр,» — тенĕ.

¹⁰ Вара халăха пăхса тăракансем тата унăн сыхлавçисем тухнă та халăха каланă: «Фараон çапла калать: “Сире улăм памастăп;

¹¹ хăвăрах кайăр, ăçта тупма пултаратăр, çавăнта хăвăр валли улăм илĕр, анчах сирĕн ĕçĕре нимĕн чухлĕ те чакармастăп,” — тет,» — тенĕ.

¹² Вара халăх пĕтĕм Египет çĕрĕ тăрăх улăм вырăнне хăмăл пуçтарма саланнă.

¹³ Пăхавçăсем [вĕсене] куллен пусахласах ĕçлеттернĕ: «Хăвăрăн [палăртнă] ĕçĕре сирĕн улăм пулнă чухнехи пекех туса пырăр,» — тенĕ.

¹⁴ Фараон пăхавçисем Израиль ывăлĕсем хушшинченех лартнă сыхлавçăсене вара çапла каласа хĕненĕ: «Мĕншĕн эсир кирпĕч сахал тăватăр, ĕнер те, паян та унчченхи чухлĕ кирпĕч тумастăр?» — тенĕ.

¹⁵ Вара Израиль ывăлĕсен сыхлавçисем фараон патне пынă та тилмĕрсе йăлăннă: «Эсĕ мĕншĕн хăвăн чурусене капла тăватăн?

¹⁶ санăн чурусене улăм памаççĕ, хăйсем пире: “Кирпĕч тăвăр,” — теççĕ. Акă тата санăн чурусене хĕнеççĕ; санăн халăхна капла çылăх пулать,» — тенĕ.

¹⁷ Анчах вăл [вĕсене] каланă: «Ĕçсĕр, ĕçсĕр супнă эсир, çавăнпа ĕнтĕ: “Каяр та Çÿлхуçана парне кÿрер,” — тесе çÿретĕр.

¹⁸ Кайăр та ĕçлĕр; сире улăмне памĕç, анчах кирпĕчне кирлĕ чухлĕ туса тăрăр,» — тенĕ.

¹⁹ Куллен [туса тăмалли] кирпĕч шутне ан чакарăр тенĕ I сăмахсенче Израиль ывăлĕсен сыхлавçисем хăйсен хĕн-асапне курнă.

²⁰ Фараон патĕнчен тухсассăн, вĕсем хăйсене кĕтсе тăракан Моисейпе Аарона тĕл пулнă,

²¹ вара вĕсене каланă: «Cире Çÿлхуçа Турă курса сут тутăр, мĕншĕн тесессĕн эсир пире фараонпа унăн чурисем умĕнче курайман çынсем турăр, пире вĕлермешкĕн вĕсен аллине хĕç тыттартăр,» — тенĕ.

²² Моисей Çÿлхуçана йăлăнса каланă: «Эй Турăçăм! мĕншĕн Эсĕ çакă халăха ку тĕрлĕ асап курмалла турăн, [тата] мана мĕншĕн кунта ятăн?

²³ эпĕ фараон патне килсе Санăн ятупа калаçа пуçланăранпа вăл çакă халăха тата хытăрах тыта пуçларĕ; хăтарасса вара — Эсĕ Хăвăн халăхна хăтармарăн,» — тенĕ.

Пай 6

¹ Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: «Халĕ эсĕ Эпĕ фараона мĕн тăвасса курăн; хăватлă алă тытăнсассăн, вăл вĕсене кăларса ярĕ; хăватлă алă тытăнсассăн, вĕсене хăйĕн çĕрĕнчен те хăваласа кăларĕ,» — тенĕ.

² Моисейпе калаçса, Турă ăна каланă: «Эпĕ Çÿлхуçа.

³ Эпĕ Авраама, Исаака тата Иакова “Пурне те Пултаракан Турă” ятпа курăнтăм, Хамăн “Çÿлхуçа” {Яхве} ятăмпа вĕсене палăрмарăм;

⁴ вĕсене Ханаан çĕрне — хăйсем куçса çÿренĕ, хăйсем çÿресе тухнă çĕре — пама пулса Эпĕ вĕсемпе халал хыврăм.

⁵ Эпĕ Израиль ывăлĕсем Египет çыннисен чуралăхĕнче йынăшса йĕнине илтрĕм, вара Хамăн халалăма асăма илтĕм.

⁶ Эппин, Израиль ывăлĕсене кала: “Эпĕ Çÿлхуçа, Эпĕ сире Египет пусмăрĕнчен илсе тухăп, сире вĕсен чуралăхĕнчен хăтарăп, хăватлă аллăма тăсса, аслă сут тăва-тăва сире çăлăп;

⁷ сире Хамăн халăхăм пулма йышăнăп, сирĕн Туррăр пулăп, вара эсир Эпĕ Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, сире [Египет çĕрĕнчен,] Египет пусмăрĕнчен хăтарса кăлараканĕ, иккенне пĕлĕр;

⁸ Эпĕ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамăн аллăма çĕклесе тупа тунă çĕре илсе кĕрĕп, сире ăна еткерлĕхе парăп. Эпĕ Çÿлхуçа,» — тенĕ.

⁹ Моисей çакна Израиль ывăлĕсене каласа панă, анчах вĕсем хăйсем хăравçă пулнăран, ĕçĕ йывăр пулнăран Моисее итлемен.

¹⁰ Вара Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

¹¹ «Фараон патне, Египет патши патне, кĕр те кала, вăл Израиль ывăлĕсене хăйĕн çĕрĕнчен кăларса ятăр,» — тенĕ.

¹² Моисей Çÿлхуçа умĕнче çапла тесе каланă: «Акă Израиль ывăлĕсем мана итлемеççĕ; фараон мана епле итлетĕр-ха? Эпĕ сăмаха ăстах мар,» — тенĕ.

¹³ Çÿлхуçа Моисейпе тата Ааронпа калаçнă, вĕсене Израиль ывăлĕсем тĕлĕшĕнчен мĕн-мĕн тумаллине, Израиль халăхне Египет çĕрĕнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мĕн каламаллине пĕлтерсе хунă.

¹⁴ Акă вĕсен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем: Израилĕн малтанхи ывăлĕн Рувимăн ывăлĕсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми: кусем — Рувим кил-йышĕ.

¹⁵ Симеон ывăлĕсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арăмĕн ывăлĕ Саул: кусем — Симеон кил-йышĕ.

¹⁶ Акă Левий ывăлĕсен ăрăвĕсем, вĕсен ячĕсем: Гирсон тата Кааф, тата Мерари. Левий кун-çулĕ çĕр вăтăр çичĕ çула пынă.

¹⁷ Гирсон ывăлĕсем: Ливни тата Шимеи хăйсен кил-йышĕпе.

¹⁸ Кааф ывăлĕсем: Амрам тата Ицгар, тата Хеврон, тата Узиил. Кааф кун-çулĕ çĕр вăтăр виçĕ çула пынă.

¹⁹ Мерари ывăлĕсем: Махли тата Муши. Кусем — Левий ăрăвĕсен кил-йышĕ.

²⁰ Амрам хăйĕн мăн аккăшне Иохаведăна качча илнĕ, Иохаведă ăна Ааронпа Моисее [тата Мариама, вĕсен аппăшне,] çуратса панă. Амрам кун-çулĕ çĕр вăтăр çичĕ çула пынă.

²¹ Ицгар ывăлĕсем: Корей тата Нефег, тата Зихри.

²² Узиил ывăлĕсем: Мисаил тата Елцафан, тата Сифри.

²³ Аарон Елисаветăна — Аминадав хĕрне, Наассон йăмăкне — качча илнĕ, Елисавета ăна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара çуратса панă.

²⁴ Корей ывăлĕсем: Асир, Елкана тата Авиасаф: кусем — Корей кил-йышĕ.

²⁵ Елеазар, Аарон ывăлĕ, Футиил хĕрĕсенчен пĕрне качча илнĕ, вăл ăна Финееса çуратса панă. Çаксем — Левий ăрăвĕсен кил-йышĕ пуçлăхĕсем.

²⁶ Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухăр, вĕсем хăйсен çарĕсемпе тапранса тухчăр тесе Çÿлхуçа шăпах çав Ааронпа Моисее каланă ĕнтĕ.

²⁷ Израиль халăхне Египет çĕрĕнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаçакансем шăпах çавсем пулнă ĕнтĕ; вĕсем — Моисейпе Аарон.

²⁸ Çапла вара Египет çĕрĕнче Çÿлхуçа Моисейпе калаçнă чухне

²⁹ Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă: «Эпĕ Çÿлхуçа! Эпĕ сана мĕн каланине фараона, Египет патшине, пĕтĕмпе каласа пар,» — тенĕ.

²⁹ Моисей вара Çÿлхуçа умĕнче каланă: «Акă ĕнтĕ эпĕ сăмаха ăста мар, фараон мана епле итлĕ?» — тенĕ.

Пай 7

¹ Анчах Çÿлхуçа Моисее каланă: «Асту, Эпĕ сана фараоншăн Турă туса хутăм, Аарон пиччÿ вара санăн пророку пулĕ.

² Эпĕ мĕн хушнине эсĕ пĕтĕмпе [ăна] каласа тăрăн, Аарон пиччÿ вара фараона Израиль ывăлĕсене хăйĕн çĕрĕнчен кăларса яма калĕ;

³ анчах Эпĕ фараон чĕрине хаярлантарăп, Египет çĕрĕнче Хамăн паллăмсемпе Хамăн хăватăмсене темĕн чухлĕ туса кăтартăп;

⁴ фараон сире итлемĕ, вара Эпĕ Хамăн аллăма Египет çине хурăп та, аслă сут тăва-тăва, Хамăн çарăма, Хамăн халăхăма — Израиль ывăлĕсене — Египет çĕрĕнчен илсе тухăп;

⁵ Египет çине Хамăн аллăма тăсса Израиль ывăлĕсене вĕсен хушшинчен илсе тухсассăн, Египет çыннисем [пурте] Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара,» — тенĕ.

⁶ Моисейпе Аарон вара çапла тунă, хăйсене Çÿлхуçа епле хушнă, вĕсем çапла тунă та.

⁷ Фараонпа калаçма пуçăннă вăхăтра Моисей сакăрвуннăра, Аарон [унăн пиччĕшĕ] сакăрвун виççĕре пулнă.

⁸ Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

⁹ «Эхер те фараон сире: “[паллă е] хăват кăтартăр,”— теес пулсассăн, эсĕ [хăвăн пиччÿне] Аарона кала: “Туюна ил те [çĕре] фараон умне [тата унăн чурисем умне] пăрах,” — те — вăл çĕлен пулса тăрĕ,» — тенĕ.

¹⁰ Моисейпе Аарон фараон патне [тата унăн чурисем патне] пынă та [хăйсене] Çÿлхуçа хушнă пек тунă. Аарон хăйĕн туйине фараон умне тата унăн чурисем умне пăрахнă та — туя çĕлен пулса тăнă.

¹¹ Фараон [Египет] ăсчахĕсемпе асамçисене чĕнтерсе илнĕ; çав ăрăмçăсем те ăрăмласа çавнах тунă:

¹² Вĕсем кашнийĕ хăйĕн туйине çĕре пăрахнă та — вĕсем çĕлен пулса тăнă, анчах Аарон туйи вĕсен туйисене çăтса янă.

¹³ Фараон чĕри хаярланса кайнă, Çÿлхуçа [вĕсене] каланă пекех, фараон вĕсене итлемен.

¹⁴ Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: «Фараон хытă чĕреллĕ, вăл халăха ярасшăн мар.

¹⁵ Ыран фараон патне кай; акă вăл шыв хĕррине тухĕ, эсĕ унăн çулĕ çине çыран хĕррине тухса тăр, çĕлен пулнă туюна аллуна тыт,

¹⁶ вара кала ăна: “Çÿлхуçа, еврейсен Турри, мана сан патна çакна калама ячĕ: Манăн халăхăма яр, вăл пуш-хирте Мана кĕлтутăр; анчах та эсĕ халиччен те итлемерĕн.

¹⁷ Çÿлхуçа çапла калать: “Эпĕ Çÿлхуçа иккенне çакăнтан пĕлĕн: акă хамăн аллăмри туяпа çырмари шыва çапăп та, вăл юн пулса тăрĕ,

¹⁸ çырмари пулă та вилсе пĕтĕ, çырми те шăршланса кайĕ, Египет çыннисене çырмари шыва ĕçме йĕрĕнчĕк пулĕ тесе калать,” — те,» — тенĕ.

¹⁹ Çÿлхуçа Моисее каланă: «Аарона [хăвăн пиччÿне] кала: “туюна [аллуна] тыт та аллуна Египет çыннисен шывĕсем çине — вĕсен çырмисем çине, юхăмĕсем çине, кÿллисем çине, пĕтĕм шыв-шур çине — тăс, пурте юн пулса тăрĕ, пĕтĕм Египет çĕрĕнче, йывăç савăтсенче те, чул савăтсенче те юн пулĕ,”» — тенĕ.

²⁰ Моисейпе Аарон [хăйсене] Çÿлхуçа хушнă пек тунă. Акă [Аарон] фараон куçĕ умĕнче, унăн чурисен куçĕ умĕнче [хăйĕн] туйине çĕклесе çырмари шыва çапнă та, çырмари пĕтĕм шыв юн пулса тăнă,

²¹ çырмари пулă та вилсе пĕтнĕ, шывĕ те шăршланнă, вара Египет çыннисем çырмари шыва ĕçеймен; пĕтĕм Египет çĕрĕнче юн пулнă.

²² Египет ăрăмçисем те ăрăмласа çаплах тунă. Фараон чĕри хаярланса кайнă, Çÿлхуçа каланă пекех, фараон вĕсене итлемен.

²³ Фараон çаврăннă та хăйĕн килне кайнă; çакна курса та унăн чĕри хускалман.

²⁴ Çырмари шыва ĕçейменнипе, ĕçмелли шыв шыраса, мĕнпур Египет çынни çырма таврашне алта пуçланă.

²⁵ Çÿлхуçа çырмари шыва юн тунăранпа çичĕ кун иртнĕ.

(Пай 8) [Икĕ тĕрлĕ пайлани пур.—VulaCv]

²⁶ ⁽⁸⁻¹⁾ Çÿлхуçа Моисее каланă: «Фараон патне кай та ăна кала: Çÿлхуçа çапла калать: “Манăн халăхăма яр, вăл Мана кĕлтутăр;

²⁷ ⁽⁸⁻²⁾ эхер те эсĕ кăларса яма килĕшместĕн пулсассăн, акă Эпĕ санăн пĕтĕм тавралăхна çĕр шапи ярса тултарăп;

²⁸ ⁽⁸⁻³⁾ çырмара шапа вĕрĕлтетĕ, вĕсем тухĕç те санăн çуртна та, эсĕ çывăракан пÿлĕме те кĕрĕç, вырăну çине те хăпарĕç, санăн чурусен, санăн халăхун çурчĕсене те, санăн кăмакусене те, санăн кăвас чĕресÿсене те кĕрсе тулĕç,

²⁹ ⁽⁸⁻⁴⁾ сан çине, санăн халăху çине, санăн пĕтĕм чуру çине шапасем улăхĕç,” — тет, те.»

Пай 8

¹ ⁽⁵⁾ Çÿлхуçа Моисее каланă: «Аарона [хăвăн пиччÿне] кала: “Туюна тытнă аллуна юханшывсем çине, юхăмсем çине, кÿлĕсем çине тăс та Египет çĕрĕ çине шапа кăлар,”— те,» — тенĕ.

² ⁽⁶⁾ Аарон хăйĕн аллине Египет шывĕсем çине тăснă [та шапа кăларнă]; шапа тухса тулнă та Египет çĕрне хупласа илнĕ.

³ ⁽⁸⁾ [Египет] ăрăмçисем те ăрăмласа çаплах тунă, Египет çĕрне шапа кăларнă.

⁴ ⁽⁹⁾ Вара фараон Моисейпе Аарона чĕнтерсе илнĕ те каланă: «[маншăн] Çÿлхуçана кĕлтăвăр, Вăл ман патăмран, манăн халăхăм патĕнчен шапасене сиртĕр, вара эпĕ Израиль халăхне Çÿлхуçана парне кÿме ярăп,» — тенĕ.

⁵ ⁽¹⁰⁾ Моисей фараона каланă: «Сан патăнтан, [санăн халăху патĕнчен,] санăн çуртусенчен шапа çухалтăр, çырмара анчах юлтăр тесе, саншăн, санăн чурусемшĕн, санăн халăхушăн хăçан кĕлтумаллине мана хăв каласа хур,» — тенĕ.

⁶ ⁽¹¹⁾ Вăл: «Ыран,» — тенĕ. Моисей хуравласа каланă: «Сана пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăр евĕрли урăх никам та çуккине пĕлтерме эсĕ каланă пек пулĕ;

⁷ ⁽¹²⁾ шапасем сан патăнтан, санăн килÿ-çуртунтан [тата хирÿсенчен], санăн чурусем патĕнчен те, санăн халăху патĕнчен те сирĕлĕç; вĕсем çырмара анчах юлĕç,» — тенĕ.

⁸ ⁽¹²⁾ Моисейпе Аарон фараон патĕнчен тухнă та, Моисей вара Çÿлхуçа фараон патне янă шапасем тĕлĕшĕнчен Çÿлхуçана чĕнсе кĕлтунă.

⁹ ⁽¹³⁾ Çÿлхуçа ĕнтĕ Моисей ыйтнă пек тунă: [вĕсен] килĕ-çурчĕсенчи, картишĕсенчи, хирĕсенчи шапасем вилсе пĕтнĕ;

¹⁰ ⁽¹⁴⁾ виллисене пухса купаласа хунă та, çĕр шăршланса кайнă.

¹¹ ⁽¹⁵⁾ Фараон çăмăллăх çитнине курнă та, Çÿлхуçа каланă пекех, хăйĕн чĕрине хаярлатнă, вĕсене итлемен.

¹² ⁽¹⁶⁾ Çÿлхуçа Моисее каланă: «Аарона кала: “[аллупа] хăвăн туюна тăс та çĕр тусанне çап, вара [çынсене, выльăх-чĕрлĕхе, фараона, унăн килçуртне, унăн чурисене ÿпре сăрса илĕ, пĕтĕм çĕр тăпри] Египет çĕрĕнче ÿпре пулса тăрĕ,”— те,» — тенĕ.

¹³ ⁽¹⁷⁾ Вĕсем çапла тунă та: Аарон хăйĕн туйине тытнă аллине тăсса çĕр тусанне çапнă та — çынсене, выльăх-чĕрлĕхе ÿпре пусса илнĕ. Пĕтĕм Египет çĕрĕнчи тусан ÿпре пулса тăнă.

¹⁴ ⁽¹⁸⁾ Ăрăмçăсем те ăрăмласа ÿпре кăларма тăрăшнă, анчах пултарайман. Çапла вара çынсем çинче, выльăх-чĕрлĕх çинче ÿпре пулнă.

¹⁵ ⁽¹⁹⁾ Ĕнтĕ ăрăмçăсем фараона каланă: «Ку Турă алли,» — тенĕ. Анчах фараонăн чĕри хаярланса çитнĕ, Çÿлхуçа каланă пекех, вăл вĕсене итлемен.

¹⁶ ⁽²⁰⁾ Çÿлхуçа Моисее каланă: «Ыран ирех тăр та фараон умне пырса тăр. Акă вăл шыв хĕррине кайĕ, эсĕ ăна: “Çÿлхуçа çапла калать,” — те: “Манăн халăхăма яр, вăл [пушхирте] Мана кĕлтутăр;

¹⁷ ⁽²¹⁾ эхер те Манăн халăхăма ямастăн пулсассăн, акă Эпĕ сан çине, санăн чурусем çине, санăн халăху çине те, санăн килне-çуртна та йытă шăни ярăп, вара Египет çыннисен килĕ-çурчĕсене те, вĕсем пурăнакан çĕре те йытă шăни тулĕ;

¹⁸ ⁽²²⁾ сана Эпĕ [пĕтĕм] çĕрĕн Çÿлхуçа [Турри] иккенне пĕлтермешкĕн çав кун Хамăн халăхăм пурăнакан Гесем çĕрне уйăрса хăварăп, унта йытă шăни пулмĕ;

¹⁹ ⁽²³⁾ Эпĕ Хамăн халăхăмпа санăн халăхна уйăрăп. Çакă паллă [çĕр çинче] ыран пулĕ тесе калать,” — те,» — тенĕ.

²⁰ ⁽²⁴⁾ Çÿлхуçа çапла тунă та: фараон килне-çуртне, унăн чурисен килĕ-çурчĕсене те, пĕтĕм Египет çĕрне те йытă шăни шутсăр кĕрсе тулнă; йытă шăнине пула çĕр пĕтес патнех çитнĕ.

²¹ ⁽²⁵⁾ Вара фараон Моисейпе Аарона чĕнтерсе илсе каланă: «Кайăр та хăвăрăн [Çÿлхуçа] Туррăра çак çĕртех парне кÿрĕр,» — тенĕ.

²² ⁽²⁶⁾ Анчах Моисей каланă: «Апла тума юрамасть, мĕншĕн тесессĕн эпир Çÿлхуçана, хамăрăн Туррăмăра, парне кÿни Египет çыннисемшĕн йĕрĕнчĕклĕ пулĕ; эхер те эпир Египет çыннисемшĕн йĕрĕнчĕклĕ парнене вĕсен куçĕ умĕнчех кÿре пуçласассăн, вĕсем пире чулпа персе вĕлермĕç-и?

²³ ⁽²⁷⁾ эпир пуш-хире виçĕ кунлăх çула кайăпăр, хамăра [Çÿлхуçа] мĕн калĕ, Çÿлхуçана, хамăрăн Туррăмăра, çапла парне кÿрĕпĕр,» — тенĕ.

²⁴ ⁽²⁸⁾ Фараон каланă: «Эпĕ сире хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăра пуш-хирте парне кÿме ярăп, анчах аякка ан кайăр; [Çÿлхуçана] маншăн кĕлтăвăр,» — тенĕ.

²⁵ ⁽²⁹⁾ Моисей каланă: «Акă эпĕ сан патăнтан тухăп та Çÿлхуçа [Туррăмăра] кĕлтăвăп, вара йытă шăни фараон патĕнчен, унăн чурисем патĕнчен те, унăн халăхĕ патĕнчен те ыранах сирĕлĕ, анчах фараон халăха Çÿлхуçана парне кÿме ямасăр тăрса улталамашкăн чарăнтăр,» — тенĕ.

²⁶ ⁽³⁰⁾ Вара Моисей фараон патĕнчен тухнă та Çÿлхуçана кĕлтунă.

²⁷ ⁽³¹⁾ Çÿлхуçа Моисей каланă пекех тунă: йытă шăнисене фараон патĕнчен, унăн чурисем патĕнчен, унăн халăхĕ патĕнчен сирсе янă, пĕр шăна та юлман.

²⁸ ⁽³²⁾ Анчах фараон хăйĕн чĕрине хаярлатсах пынă та халăха ку хутĕнче те яман.

Пай 9

(1) Çÿлхуçа Моисее каланă: фараон патне кай та ăна кала: Çÿлхуçа, еврейсен Турри, çапла калать, те: Манăн халăхăма яр, вăл Мана кĕлтутăр;

(2) эхер те эсĕ [Манăн халăхăма] ярасшăн мар пулсассăн, ăна татах тытса тăрсассăн, Закă Çÿлхуçа алли санăн хирте çÿрекен выльăхучĕрлĕхÿ çине çитĕ, лашусем, ашакусем çине, тĕвÿсем, вăкăрусем, сурăхусем çине çитĕ: мур чирĕ питех те йывăр пулĕ;

(4) Çÿлхуçа [çав вăхăтра] Израиль выльăхĕчĕрлĕхне Египет выльăхĕчĕрлĕхĕнчен уйăрĕ, Израиль ывăлĕсен мĕнпур [выльăхĕнчен] пĕри те вилмĕ, те, тенĕ.

(5) Çÿлхуçа вара вăхăтне палăртса хунă: çакна Çÿлхуçа çакă çĕрте ыран тăвĕ, тенĕ.

(6) Çÿлхуçа çакна тепĕр кунне тунă: Египетăн пĕтĕм выльăхĕчĕрлĕхĕ вилсе пĕтнĕ; Израиль ывăлĕсен выльăхĕчĕрлĕхĕ пĕри те вилмен.

(7) Фараон пĕлме янă, акă Израиль [ывăлĕсен пĕтĕм] выльăхĕчĕрлĕхĕнчен пĕри те вилмен. Анчах фараон чĕри хаярланса çитнĕ, вăл халăха яман.

(8) Турă Моисейпе Аарона каланă: кăмакаран ывăçăр тулли кĕл илĕр, вара ăна Моисей фараон [тата унăн чурисен] куçĕ умĕнче тÿпенелле саптăр;

(9) вара пĕтĕм Египет çĕрĕнче тусан çĕкленĕ, пĕтĕм Египет çĕрĕнче çынсене, выльăх-чĕрлĕхе çăпанлă чир çыпăçĕ, тенĕ.

(10) Вĕсем кăмакаран кĕл ывăçласа илнĕ те фараон умне пырса тăнă. Моисей кĕле тÿпенелле сапнă та, çынсене, выльăх-чĕрлĕхе çăпанлă чир çыпăçнă. иХăйсене чир ернĕ пирки ăрăмçăсем Моисее хирĕç тăрайман, мĕн I шĕн тесессĕн чирĕ ăрăмçăсене те, Египетри пур çынна та ернĕ.

(12) Анчах Çÿлхуçа фараон чĕрине хаярлатса çитернĕ те, Çÿлхуçа Моисее каланă пекех, фараон вĕсене итлемен.

(13) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: ыран ирех тăр та фараон умне пырса ăна кала: Çÿлхуçа, еврейсен Турри, çапла калать, те: Манăн халăхăма яр, вăл Мана кĕлтутăр;

(14) сана пĕтĕм çĕр çинче Ман евĕрли урăх çуккине пĕлтермешкĕн ку хутĕнче Эпĕ санăн чĕрÿне пĕтĕм суранăмпа суранлатăп, ăна санăн чурусене те, санăн халăхна та çитерĕп;

(15) Эпĕ Хамăн аллăма тăсрăм ĕнтĕ, апла сана та, санăн халăхна та хăрушă чирпе тĕп тăваттăм, сана çĕр çинчен пĕтереттĕм,

(16) анчах сан çинче Хамăн хăватăма кăтартмашкăн, пĕтĕм çĕре Хамăн ятăма пĕлтермешкĕн Эпĕ сана упраса хăвартăм;

(17) эсĕ вара çаплах Манăн халăхăма хирĕç тăратăн, эсĕ ăна халĕ те ярасшăн мар,—

(18) акă ыран, шăп çак вăхăтра, Эпĕ питĕ вăйлă пăрлă çумăр çутарăп, Египета никĕсленĕ кунран пуçласа халиччен ун пекки пулманха;

(19) эппин, хăвăн кĕтĕвÿсене, хирте мĕн пуррине пурне те пуçтарма яр; килĕсене таврăнмасăр хире юлнă мĕнпур çынна, выльăх-чĕрлĕхе пăр çапĕ те, вĕсем вилсе пĕтĕç, тет, тенĕ.

(20) Фараонăн Çÿлхуçа сăмахĕнчен хăраса ÿкнĕ хăшпĕр чурисем васкавлăн хăйсен чурисене, хăйсен кĕтĕвĕсене килĕсене пуçтарнă;

(21) Çÿлхуçа сăмахне хăйĕн чĕрине илменнисем вара хăйсен чурисене, хăйсен кĕтĕвĕсене хиртех хăварнă.

(22) Çÿлхуçа вара Моисее каланă: аллуна тÿпенелле тăс та — пĕтĕм Египет çĕрĕ çине, çынсем çине, выльăхчĕрлĕх çине, Египет çĕрĕнчи пĕтĕм хир курăкĕ çине пăр ÿкĕ, тенĕ.

(23) Моисей хăйĕн туйине тÿпенелле тăснă та, Çÿлхуçа аслати авăттарнă, пăр çутарнă, тата çĕр çийĕн вутçулăм сарăлнă; Çÿлхуçа [пĕтĕм] Египет çĕрĕ çине пăр янă;

(24) пăр çунă, пăр вар ринчен вутçулăм тапатапа тухнă, [пăрĕ] питех те вăйлă пулнă, Египет çĕрĕнче çын пурăна пуçланăранпа та кун пекки пулман.

(25) Пĕтĕм Египет çĕрĕнче хирте мĕн пуррине пурне те — çыннисенчен пуçласа выльăхĕчĕрлĕхĕ таранах — пăр çапса тухнă, хирти мĕнпур курăка та пăр çапнă, хирте пур йывăçа та [пăр] хуçса пĕтернĕ;

(26) Израиль ывăлĕсем пурăнакан Гесем çĕрĕнче çеç пăр пулман.

(27) Вара фараон Моисейпе Аарона чĕнтерсе илнĕ те вĕсене каланă: ку хутĕнче эпĕ çылăха кĕтĕм; Çÿлхуçа тÿрĕ, эпĕ тата манăн халăхăм вара айăплă;

(28) [маншăн] Çÿлхуçана кĕлтăвăр: Турă аслатийĕ, пăр [тата çĕр çинчи вутçулăм] чарăнтăр, вара эпĕ сире ярăп, урăх чарса тăмăп, тенĕ.

(29) Моисей ăна каланă: хуларан тухсассăнах сана çĕр Çÿлхуçанăн иккенне пĕлтермешкĕн эпĕ аллăмсене Çÿлхуçамăр патнелле [тÿпенелле] тăсăп та — аслати чарăнĕ, пăр та, [çумăр та] урăх пулмĕ;

(30) анчах эсĕ те, санăн чурусем те халлĕхе Çÿлхуçа Турăран хăраманнине эпĕ пĕлетĕп, тенĕ.

(31) Йĕтĕнпе урпана пăр пĕтерсех тăкнă, мĕншĕн тесессĕн урпа пучаха ларнă пулнă, йĕтĕн пуç кăларнă пулнă;

(32) тулăпа пăрие пĕтереймен, мĕншĕн тесессĕн вĕсене каярах акнă.

(33) Моисей фараон патĕнчен хуларан тухнă та аллисене Çÿлхуçа енне тăснă, вара аслати те, пăр та чарăннă, çумăр та çĕр çине çума пăрахнă.

(34) Фараон çумăр та, пăрпа аслати те чарăннине курса каллех çылăха кĕме пуçланă: хăй те, унăн чурисем те хăйсен чĕрине хытарса çитернĕ.

(35) Фараонăн [тата унăн чурисен] чĕри хаярлансах çитнĕ, Çÿлхуçа Моисей урлă каланă пекех, вăл Израиль ывăлĕсене яман.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

10

(1) Çÿлхуçа Моисее каланă: фараон патне кĕр, вĕсем хушшинче Хамăн çак паллăмсене туса кăтартас тесе тата

(2) Эпĕ Египетра мĕн туни çинчен, Манăн унта кăтартнă паллăмсем çинчен эсĕ хăвăн ывăлна, ывăлун ывăлне каласа кăтарттăр тесе, эсир Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлччĕр тесе Эпĕ фараонăн чĕрине, унăн чурисен чĕрине хытарса çитертĕм, тенĕ.

(3) Моисейпе Аарон фараон патне пынă та ăна каланă: Çÿлхуçа, еврейсен Турри, çапла калать: эсĕ Манăн умăмра нумайччен пăхăнмасăр тăрăни? яр Манăн халăхăма, вăл Мана кĕлтутăр;

(4) эхер те эсĕ Манăн халăхăма ямасассăн, акă ыран [шăп çакă вăхăтра] Эпĕ санăн [пĕтĕм] çĕрÿ çине хĕрлĕ шăрчăк ярса тултарăп;

(5) вăл пĕтĕм çĕр питне хупласа илĕ те, çĕр курăнми пулĕ, пăр çапнă хыççăн [çĕр çине] сирĕн мĕн юлнине [пĕтĕмпех] çисе ярĕ; çавăн пекех сирĕн хирĕрте ÿсекен пĕтĕм йывăçа çисе пĕтерĕ,

(6) санăн çуртусене, санăн мĕнпур чурусен пÿрчĕсене, пĕтĕм Египет çыннисен [мĕнпур] пÿрчĕсене кĕрсе тулĕ, санăн аçусем те, санăн аçусенĕн ашшĕсем те çĕр çинче пурăна пуçланă кунран пуçласа паянхи куна çитиччен ун пеккине курман, тет, тенĕ. [Моисей] çаврăннă та фараон патĕнчен тухса кайнă.

(7) Вара чурисем фараона каланă: вăл пире чылайччен асаплантарĕи? яр эсĕ çав çынсене, вĕсем Çÿлхуçана, хăйсен Туррине, кĕлтуччăр; Египет пĕтсе пынине эсĕ халĕ те курмастăн-им? тенĕ.

(8) Моисейпе Аарона каялла фараон патне илсе пынă, вара [фараон] вĕсене каланă: кайăр, Çÿлхуçана, хăвăр Туррăра, кĕлтăвăр; камкам каятьха? тенĕ.

(9) Моисей каланă: хамăрăн пĕчĕк ачамăрсемпе тата хамăрăн ватăсемпе, хамăрăн ывăлăмăрсемпе тата хамăрăн хĕрĕмĕрсемпе кайăпăр, тата хамăр сурăхсемпе, хамăр вăкăрсемпе кайăпăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа [Туррăмăр] уявĕ пирĕн, тенĕ.

(10) [Фараон] вĕсене каланă: çапла пултăр, Çÿлхуçа сирĕнпе! эпĕ сире яма хатĕр, анчах мĕншĕн ачăрсемпе каясшăн? куратăри, эсир усал шухăш тытнă! иçук, арçынсем анчах кайăр, кайăр та Çÿлхуçана кĕлтăвăр, мĕншĕн тесессĕн хăвăр çавна ыйтрăр, тенĕ. Вара вĕсене фараон патĕнчен хăваласа янă.

(12) Çавăн чухне Çÿлхуçа Моисее каланă: аллуна Египет çĕрĕ çине тăс, Египет çĕрне хĕрлĕ шăрчăк тапăнтăр та çĕр çинчи пĕтĕм курăка [тата йывăç çинчи пур çимĕçе], пăр гивмесĕр юлнине пурне те çисе ятăр, тенĕ.

(13) Моисей хăйĕн туйине Египет çĕрĕ çине тăснă та, Çÿлхуçа çакă çĕр çине тухăç çилĕ янă, вăл çав кун кунĕпех тата çĕрĕпех вĕрсе тăнă. Ир пулнă, тухăç çилĕ хĕрлĕ шăрчăк илсе килнĕ.

(14) Пĕтĕм Египет çĕршывне хĕрлĕ шăрчăк тапăннă, вăл, шутсăр йышлăскер, пĕтĕм Египет çĕрне сăрса илнĕ; халиччен кун чухлĕ хĕрлĕ шăрчăк пулман, çакăн хыççăн та ун пекки пулас çук;

(15) вăл пĕтĕм çĕр питне хупласа илнĕ, çĕрĕ те курăнми пулнă; пăр тивмесĕр юлнă пĕтĕм курăка, йывăç çинчи мĕнпур çимĕçе çисе пĕтернĕ, пĕтĕм Египет çĕрĕнче йывăçсем çинче те, хир курăкĕсем çинче те пĕр симĕс çулçă та юлман.

(16) Фараон васкавлăн Моисейпе Аарона чĕнтерсе илнĕ те каланă: эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, умĕнче тата сирĕн умăрта çылăха кĕтĕм;

(17) манăн çылăхăма тепĕр хут каçарăр ĕнтĕ, хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăра кĕлтăвăр, Вăл çакă вилĕме манран сирсе ятăрччĕ кăна, тенĕ.(18) [Моисей] фараон патĕнчен тухнă та Çÿлхуçана кĕлтунă.

(19) Вара Çÿлхуçа хирĕç енчен питĕ вăйлă анăç çилĕ кăларнă, хĕрлĕ шăрчăка вĕçтерсе кайнă та ăна Хĕрлĕ тинĕсе пăрахнă; пĕтĕм Египет çĕршывĕнче пĕр хĕрлĕ шăрчăк та юлман.

(20) Анчах Çÿлхуçа фараон чĕрине хаярлатсах пынă, вăл вара Израиль ывăлĕсене кăларса яман.

(21) Çÿлхуçа Моисее каланă: аллуна тÿпенелле тăс, ĕнтĕ Египет çĕрĕнче тĕттĕм пулĕ, сĕм тĕттĕм тăрĕ, тенĕ.

(22) Моисей вара аллине тÿпенелле тăснă та, пĕтĕм Египет çĕрĕнче виçĕ кун сĕм тĕттĕм тăнă;

(23) виçĕ кун пĕрнепĕри курман, никам та вырăнтан хускалман; Израиль ывăлĕсен вара пурин те хăйсен килĕнче çутă пулнă.

(24) Фараон Моисее [тата Аарона] чĕнтерсе илнĕ те каланă: кайăр, Çÿлхуçана [хăвăр Туррăра] кĕлтăвăр, кунта вак выльăхăрпа шултăра выльăхăр çеç юлтăр, ачăрсем сирĕнпе пĕрлех пыччăр, тенĕ.

(25) Анчах Моисей каланă: [çук,] пирĕн парнесене, пĕтĕмĕшпе çунтарса памаллисене те хамăр алла пар, эпир вĕсене хамăрăн Çÿлхуçа Туррăмăра кÿрĕпĕр;

(26) пирĕн кĕтÿсем те хамăрпа пĕрле пыччăр, пĕр чĕрне те ан юлтăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçана, хамăрăн Туррăмăра, парне кÿме эпир çавсенчен суйласа илĕпĕр; анчах унта çитмесĕр Çÿлхуçана [хамăрăн Туррăмăра] парнелĕх мĕн кÿмеллине эпир пĕлместпĕр, тенĕ.

(27) Çÿлхуçа ĕнтĕ фараон чĕрине хаярлатса çитернĕ, фараон вĕсене ярасшăн пулман.

(28) Фараон Моисее каланă: кай ман патăмран; сыхлан, манăн куçăм умне урăх ан курăн; манăн сăнăма курнă кун эсĕ вилмелле пулăн, тенĕ.

(29) Моисей каланă: эсĕ епле каларăн, çапла пулĕ; эпĕ санăн сăнна урăх курмăп ĕнтĕ, тенĕ.

11

(1) Çÿлхуçа Моисее каланă: фараон çине, Египет çыннисем çине Эпĕ тепĕр асап ярăп; çавăн хыççăн вăл сире кунтан кăларса ярĕ; [сире] кăларса янă чухне вăл сире кунтан васкавлăн хăвалама тытăнĕ;

(2) халăха [вăрттăн] систерсе хур: кашни арçынĕ хăйĕн çывăх çыннинчен тата кашни хĕрарăмĕ хăйĕн çывăх хĕрарăмĕнчен кĕмĕл япаласемпе ылтăн япаласем [тата тумтир] ыйтса илтĕр, тенĕ.

(3) Çÿлхуçа Египет çыннисем умĕнче [Хăйĕн] халăхне ырăлăх панă, [вĕсем ăна мĕн ыйтнине панă;] Моисей хăй те Египет çĕрĕнче [фараон тата] фараон чурисен куçĕ умĕнче, [пĕтĕм] халăх куçĕ умĕнче питех те хисеплĕ çын пулнă.

(4) Моисей каланă: Çÿлхуçа çапла калать: çур çĕр тĕлĕнче Эпĕ Египет витĕр тухăп,

(5) вара Египет çĕрĕнчи малтан çуралнă пур ывăл ача та — аслă пукан çинче ларакан фараонăн малтанхи ывăлĕнчен пуçласа арман чулĕ çавăракан хăрхăмăн ывăлĕ таранчченех — вилсе пĕтĕ, малтан çуралнă выльăхчĕрлĕх те вилсе пĕтĕ;

(6) пĕтĕм Египет çĕрĕнче кăшкăрсауласа йĕрĕç, ун пекки пулман, ун пекки урăх пулас та çук;

(7) Израиль ывăлĕсем патĕнче вара йытă та чĕлхине хускатмĕ, çынна е выльăха вĕрсе сасă памĕ, çакăнтан эсир Çÿлхуçа Израиль халăхне Египет халăхĕнчен мĕнле уйăрса тăнине курăр, тет, тенĕ.

(8) Моисей каланă: вара санăн çак чурусем пурте ман патăма пырĕç те мана пуççапса калĕç: эсĕ хăв та, эсĕ ертсе пыракан [хăвăн] халăху та — пурте тухса кайăр, тейĕç. Çакăн хыççăн тухăп та эпĕ, тенĕ. [Моисей] вара фараон патĕнчен тарăхса тухса кайнă.

(9) Çÿлхуçа Моисее каланă: [Манăн паллăмсем тата] Манăн хăватăмсем Египет çĕрĕнче нумайланччăр тесе фараон сире итлемерĕ, тенĕ.

(10) Моисейпе Аарон çак пĕтĕм [паллăсене тата] хăватсене фараон умĕнче тунă, анчах Çÿлхуçа фараон чĕрине хаярлантарнă та, фараон Израиль ывăлĕсене хăйĕн çĕрĕнчен яман.

12

(1) Çÿлхуçа Египет çĕрĕнче Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

(2) çак уйăх сирĕн уйăхсенĕн пуçламăшĕ пултăр, вăл çулталăк уйăхĕсем хушшинчи пĕрремĕш уйăх пултăр.

(3) Израиль [ывăлĕсен] пĕтĕм халăхне калăр: çак уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче кашни кил-йыш пĕр путек суйласа илтĕр, кил-йыш пуçне пĕрер путек илĕр;

(4) эхер те кил-йышĕ ытла пĕчĕк пулсассăн, путекне çисе яраймасть пулсассăн, хăйĕн çывăх кÿршипе пĕрлешсе, çын шутне кура илтĕр: кашнийĕ мĕн чухлĕ çиессе шайласа путек илĕр.

(5) Сирĕн путекĕр айăпсăр пултăр, така пултăр, пĕр çулхискер пултăр; вăл сурăх путекки е качака путекки пултăр,

(6) вăл путек сирĕн çак уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕччен сыхă тăтăр; вара Израилĕн пĕтĕм халăхĕ ăна каçпала пустăр,

(7) унăн юнне илсе, ăна çиме пуçтарăннă килĕрсенче алăксен икĕ янахĕпе урлавне сĕрсе тухчăр;

(8) унăн ашне, вутçулăм çинче пĕçернĕскере, çав каçах çисе яччăр; ăна тутлăлла çăкăрпа, йÿçĕ курăксемпе çиччĕр;

(9) ăна пиçнĕ-пиçмен е шывпа пĕçерсе ан çийĕр, вутçулăм çинче пĕçерсе пуçĕпе урисене тата ăшне-чиккине çийĕр;

(10) ирччен унран нимĕн те ан хăварăр, [унăн шăммисене ан ватăр,] унран ирччен мĕн юлнине вутра çунтарса ярăр.

(11) Çиессе ăна çапла çийĕр: пилĕкĕре çыхнă пултăр, урăрсене сырнă пултăр, туйăрсем аллăрсенче пулччăр, ăна васкаварлăн çийĕр: ку — Çÿлхуçа Пасхи.

(12) Эпĕ шăпах çак каç Египет çĕрĕ витĕр тухăп, Египет çĕрĕнче малтан çуралнисене пурне те — çыннисенчен пуçласа выльăхĕ-чĕрлĕхĕ таранчченех — вĕлерсе тухăп, Египетăн пур туррине те сут тăвăп. Эпĕ Çÿлхуçа.

(13) Эсир пурăнакан килĕрсем çинче паллă, юн, пулĕ, юна курăп та сирĕн тĕлтен иртсе кайăп, Эпĕ Египет çĕрне пĕтернĕ чухне сирĕн хушшăрта тĕп тăвакан чир пулмĕ.

(14) Çакă кун сирĕншĕн асăнмалăх кун пултăр, [пур] сыпăкăрта та çав кун Çÿлхуçашăн уяв тăвăр; ку — ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке, ăна çапла уявласа тăрăр.

(15) Çичĕ кун хушши тутлăлла çăкăр çийĕр; килĕрти йÿçĕлле çăкăра пĕрремĕш кунах пĕтерĕр, мĕншĕн тесессĕн пĕрремĕш кунран пуçласа çиччĕмĕш куна çитиччен йÿçĕлле çăкăр çиекен чуна Израиль хушшинчен пĕтерĕç.

(16) Пĕрремĕш кун сирĕн сăваплă пуху пултăр, çиччĕмĕш кунне те сăваплă пуху пултăр: çав кунсенче нимĕнле ĕç те тумалла мар; кам мĕн çиет, сирĕн пĕр çавна çеç хатĕрлеме юрать.

(17) Тутлăлла çăкăр уявне туса тăрăр, мĕншĕн тесессĕн шăп çакă кун Эпĕ сирĕн халăхăра Египет çĕрĕнчен кăлартăм, çакă куна ĕмĕрлĕхе хунă йĕрке тăрăх сыпăкран сыпăка уяса тăрăр.

(18) Пĕрремĕш уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕн каçĕнчен пуçласа çав уйăхăн çирĕм пĕрремĕш кунĕн каçĕччен тутлăлла çăкăр çийĕр;

(19) сирĕн килĕрсенче çичĕ кун йÿçĕ чуста пулмалла мар, мĕншĕн тесессĕн кам йÿçĕлле çăкăр çиет, çав чуна — вăл ют çĕртен килнĕскери е çуралнăранпах çав çĕрте пурăнаканскери — Израиль [ывăлĕсен] халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç.

(20) Йÿçĕтсе пĕçернине нимĕн те ан çийĕр; хăвăр кирек ăçта пулсан та тутлăлла çăкăр çийĕр, тенĕ.

(21) Моисей Израиль [ывăлĕсен] пур аслă çыннине чĕнсе пуçтарнă та вĕсене каланă: килĕрйышăр тăрăх хăвăр валли путек суйласа илĕр те пасха пусăр;

(22) пĕр пайăрка иссоп илсе, ăна савăтри юнпа йĕпетĕр те алăксен урлавĕпе икĕ янахне çав савăтри юнпа сĕрсе тухăр; ирччен хăвăр çуртăр алăкĕнчен никам та ан тухăр.

(23) Çÿлхуçа Египета пĕтерме кайĕ, Çÿлхуçа алăк урлавĕпе икĕ янахĕ çинчи юна курĕ те алăк çумĕнчен иртсе кайĕ, пĕтермĕше сирĕн килĕрсене кĕртмĕ, сире пĕтерме памĕ.

(24) Çакна хăвăршăн, хăвăр ывăлăрсемшĕн ĕмĕрлĕх саккун вырăнне хурса астуса тăрăр.

(25) Турă Хăй каланă пек, эсир хăвăра Çÿлхуçа парас çĕре кĕрсессĕн, çакă йĕркене тытса, уяса тăрăр.

(26) Хăвăр ачăрсем сире: ку мĕнле йĕрке? тесессĕн,

(27) [вĕсене] çапла калăр: ку — Çÿлхуçашăн кÿрекен пасха парни, Египет çыннисене пĕтернĕ чухне Вăл Израиль ывăлĕсен çурчĕсем çумĕнчен иртсе кайрĕ, пирĕн килĕмĕрсене хăтарчĕ, тейĕр, тенĕ. Халăх чĕркуçленсе ларса, ÿксе пуççапнă.

(28) Вара Израиль ывăлĕсем кайнă та мĕн каланине тунă: Çÿлхуçа Моисейпе Аарона епле хушнă, çапла тунă та.

(29) Çур çĕр тĕлĕнче Çÿлхуçа Египет çĕрĕнчи мĕнпур малтанхи ачана — аслă пукан çинче ларакан фараонăн малтанхи ывăлĕнчен пуçласа тĕрмере лараканăн малтанхи ывăлĕ таранчченех — вĕлерсе тухнă, малтан çуралнă выльăх-чĕрлĕхе те пĕтернĕ.

(30) Çĕрле фараон хăй те, унăн пур чури те, пĕтĕм Египет та вăраннă; [пĕтĕм] Египет çĕрĕнче кăшкăрсауласа йĕнĕ, мĕншĕн тесессĕн кашни çуртра виле выртнă.

(31) Вара [фараон] Моисейпе Аарона çĕрлех чĕнтерсе илнĕ те [вĕсене] каланă: тăрăр та манăн халăхăм хушшинчен тухса кайăр, эсир хăвăр та, Израиль ывăлĕсем те кайăр, хăвăр каланă пек, Çÿлхуçана [хăвăр Туррăра] кайса кĕлтă I вăр;

(32) хăвăр каланă пекех, вак выльăхăра та, шултăра выльăхăра та илĕр; кайăр та мана та пиллĕх парăр, тенĕ.

(33) Вара Египет çыннисем халăха çак çĕртен хăвăртрах кăларса ярас тесе хистенĕ; вĕсем: эпир пурте вилсе пĕтетпĕр, тенĕ.

(34) Халăх хăйсен чустине йÿçсе çитичченех йăтса кайнă; тумтирĕпе чĕркесе çыхнă кăвас чĕресĕсене хулпуççийĕ çине лартса пынă.

(35) Моисей каланă пек туса, Израиль ывăлĕсем Египет çыннисенчен кĕмĕл япаласемпе ылтăн япаласем тата тумтир ыйтнă.

(36) Çÿлхуçа вара [Хăйĕн] халăхне Египет çыннисен куçĕ умĕнче ырăлăх тунă: вĕсем ăна мĕн ыйтнине панă, вăл çапла Египет çыннисен пурлăхне пухса тухса кайнă.

(37) Вара Израиль ывăлĕсем Раамсесран Сокхофа тухса кайнă: ачасемсĕр пуçне ултçĕр пин таран çуран арçын пынă;

(38) вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ халăх çыннисем питĕ нумаййăн тухнă, вак выльăх, шултăра выльăх, темĕн пысăкăш кĕтÿ, тухнă.

(39) Египетран илсе тухнă чустаран вĕсем тутлăлла пашалу пĕçернĕ: чусти йÿçсе те ĕлкĕреймен, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Египетран хăваласах кăларса янă, вĕсем тăхтаса тăма пултарайман, çул çине хăйсем валли апат та хатĕрлесе ĕлкĕреймен.

(40) Израиль ывăлĕсем [тата вĕсен ашшĕсем] Египетра [тата Ханаан çĕрĕнче] пурăннă вăхăт пурĕ тăватçĕр вăтăр çул пулнă.

(41) Тăватçĕр вăтăр çул иртсессĕн шăп çав кунхине çĕрле Çÿлхуçанăн пĕтĕм çарĕ Египет çĕрĕнчен тухса кайнă.

(42) Хăйсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнăшăн çак каç çĕрĕпе çывăрмасăр Çÿлхуçана асăнмалла; ĕмĕрĕпе сыпăкран сыпăка пĕтĕм Израиль халăхĕ çак каç çĕрĕпе çывăрмасăр Çÿлхуçана асăнтăр.

(43) Çÿлхуçа Турă Моисейпе Аарона каланă: Пасха йĕрки акă: урăх йăх çынни ăна никам та çимелле мар;

(44) ÿтне кассассăн, ăна кĕмĕл парса туяннă кирек мĕнле чура та çиме пултарать;

(45) куçса килнĕ çыннăн, тара кĕрĕшнĕ çыннăн ăна çиме юрамасть.

(46) Ăна пĕр килте çимелле, [ирччен нимĕн те ан хăварăр,] ашне пÿртрен илсе ан тухăр, унăн шăммисене ан ватăр.

(47) Çакна Израиль [ывăлĕсен] пĕтĕм халăхĕ туса пыма тивĕçлĕ.

(48) Эхер те сан патна ютран килнĕ çын пырса вырăнаçас пулсассăн, вăл Çÿлхуçашăн Пасха тăвасшăн пулсассăн, унăн килĕнчи пĕтĕм арçыннин ÿтне кас, вара вăл Пасха тума тытăнтăр, çак çĕрте çуралса ÿснĕ çын пекех пултăр; ÿтне касман çыннăн ăна нихăшĕн те çимелле мар;

(49) çак çĕрте çуралса ÿснĕ çыншăн та, сирĕн хушшăра ютран килсе вырăнаçнă çыншăн та пĕр саккун пултăр, тенĕ.

(50) Вара Израиль ывăлĕсем мĕн каланине тунă: Çÿлхуçа Турă Моисейпе Аарона епле хушнă, çапла тунă та.

(51) Шăп çав кун Çÿлхуçа ушкăнăнушкăнăн йĕркеленсе тăнă Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă.

13

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсем хушшинче вар уçса малтан çуралнисене, этемрен пуçласа выльăхĕ таранчченех, Мана халалла, [мĕншĕн тесессĕн] вĕсем Манăн, тенĕ.

(3) Моисей халăха каланă: эсир Египетран, чуралăх çуртĕнчен, тухнă çакă куна асра тытăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа сире унтан хăватлă алăпа илсе тухрĕ, йÿçĕтсе пĕçернине ан çийĕр:

(4) эсир паян, авив” уйăхĕнче, тухатăр.

(5) Çÿлхуçа [Турру] сана Ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] çĕрне — Турă аçусене тупа туса сана пама пулнă çĕре, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре — илсе кĕрсессĕн, çакă уйăхра çапла кĕлĕ ту;

(6) çичĕ кун хушши тутлăлла çăкăр çи, çиччĕмĕш кунĕ вара Çÿлхуçана пултăр — уяв ту;

(7) çичĕ кун * Пучах. хушши тутлăлла çăкăр çимелле, сан патăнта йÿçĕлле çăкăр пулмалла мар, санăн мĕнпур çĕрÿнте те йÿçĕлле çăкăр пулмалла мар.

(8) Çав кун хăвăн ывăлна каласа пĕлтер: çакна Çÿлхуçа [Туррăмăр] мана Египетран мĕнле илсе тухнине асăнса тăватпăр, те.

(9) Çÿлхуçа саккунĕ санăн чĕлхÿ вĕçĕнчех пултăр тесе, аллу çине картса хур, çамку çине çырса хур, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа [Туррăмăр] сана Египетран хăватлă алăпа илсе тухрĕ.

(10) Çакă йĕркене палăртнă вăхăтра, çулленçул туса тăр. иÇÿлхуçа [Турру] сана Ханаан çĕрне — сана тата санăн аçусене тупа туса пама пулнă çĕре — илсе кĕрсессĕн, ăна сана парсассăн,

(12) вар уçса çуралнă [арсене] пурне те Çÿлхуçана уйăрса пар; санăн мĕнле выльăхчĕрлĕх пулать, çавсен хушшинчи малтанхи ар выльăха та Çÿлхуçана [халалла],

(13) [вар] уçса тухакан кашни ашак вырăнне путек пар; эхер те улăштармастăн пулсассăн, ăна тÿлесе ил; хăвăн ывăлусене те, малтан çуралнисене, тÿлесе ил.

(14) Кайран хăвăн ывăлу санран: ку мĕн? тесе ыйтсассăн, ăна кала: Çÿлхуçамăр пире Египетран, чуралăх çуртĕнчен, хăватлă алăпа илсе тухрĕ;

(15) фараон пире ярасшăн мар пулса кутăнланса тăнă чухне Çÿлхуçамăр Египет çĕрĕнчи малтан çуралнисене пурне те — çынсен малтанхи ывăлĕнчен пуçласа мал ганхи выльăх таранчченех — вĕлерсе тухрĕ, çавăнпа эпĕ вар уçса çуралаканнисене, арсене, пурне те Çÿлхуçана парне кÿретĕп, кашни малтанхи ывăлăма тÿлесе илетĕп;

(16) çакă санăн аллу çинчи карт пултăр, çамкуна çыхмалли хăю вырăнне пултăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçамăр пире Египетран хăватлă алăпа илсе тухрĕ, те, тенĕ.

(17) Фараон халăха кăларса ярсассăн, Турă ăна Филистимсен çĕрĕн çулĕпе ертсе кайман, мĕншĕн тесессĕн вăл çĕр çывăх; Турă: вăрçăхарçă курса халăх ан ÿкĕнтĕр, Египета ан таврăнтăр, тенĕ.

(18) Çавăнпа Турă халăха тавраран, пушхир çулĕпе Хĕрлĕ тинĕс патнелле илсе кайнă. Израиль ывăлĕсем Египет çĕрĕнчен вăрçă кăралĕсемпе тухнă.

(19) Моисей хăйпе пĕрле Иосиф шăммисене илсе тухнă, мĕншĕн тесессĕн [Иосиф] Израиль ывăлĕсене тупа тутарса каланă пулнă: Турă сире килсе курĕ, вара эсир манăн шăммăмсене кунтан хăвăрпа илсе тухăр, тенĕ.(20) [Израиль ывăлĕсем] Сокхофран тапранса тухнă та Ефама, пушхир вĕçне, тапăрăн вырăнаçса ларнă.

(21) Вĕсем кăнтăрла та, çĕрле те пыччăр тесе Çÿлхуçа вĕсен умĕнчен çул кăтартса, кăнтăрла пĕлĕт юпа ăшĕнче, çĕрле вут юпа ăшĕнче çутатса пынă.

(22) Кăнтăрла пĕлĕт юпа, çĕрле вут юпа [пĕтĕм] халăх умĕнчен çухалмасăр пынă.

14

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене кала, çаврăнса пырса, вĕсем ПиГахироф тĕлне, Мигдолпа тинĕс хушшине, ВаалЦефон умне тапăрăн ларса тухчăр; тапăра çавна хирĕç, тинĕс хĕррине лартăр.

(3) Фараон [хăйĕн халăхне] Израиль ывăлĕсем çинчен: вĕсем ку çĕрте аташса кайрĕç, вĕсене пушхир хупса хучĕ, тейĕ.

(4) Эпĕ фараон чĕрине хаярлантарса ярăп та, вăл вёсем хыççăн хăвала пуçлĕ, вара фараонпа унăн мĕнпур çарĕ çинче Хамăн мухтавлăхăма кăтартăп; ун чухне вара Египет çыннисем [пурте] Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тенĕ. Çапла тунă та.

(5) Египет патшине халăх тарнă тесе хыпар тунă; фараонăн тата унăн чурисен чĕри çакă халăха хирĕç кÿтсе çитнĕ, вĕсем: эпир капла мĕн туса хутăмăр? Израиль çыннисене мĕншĕн кăларса ятăмăр-ха, вĕсем пирĕншĕн ан ĕçлеччĕр тесе-и? тенĕ.

(6) [Фараон] хăйĕн çар урапине кÿлнĕ те халăхне хăйпе пĕрле ертсе кайнă;

(7) çар ураписене чи лайăххисене ултçĕр урапа илнĕ, Египетри мĕнпур çар урапине, вĕсен пуçлăхĕсене пурне те илсе кайнă.

(8) Çÿлхуçа фараонăн, Египет патшин, [тата унăн чурисен] чĕрине хаярлантарса янă, вăл вара Израиль ывăлĕсем хыççăн хăваласа кайнă; Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ хăватлă алă хÿттипе пынă.

(9) Египет çыннисем, фараонăн çар урапи кÿлнĕ учĕсем, юланутçисем, унăн пĕтĕм çарĕ вĕсем хыççăн хăваласа кайнă, халăх ун чухне тинĕс хĕррине, Пи-Гахироф çывăхне, Ваал-Цефон умне вырăнаçса ларнă пулнă, вĕсене çавăнта хăваласа çитнĕ.

(10) Фараон çывăхарса пынă, Израиль ывăлĕсем çаврăнса пăхнă та — акă Египет çыннисем вĕсем хыççăн килеççĕ; вара Израиль ывăлĕсем сехĕрленсе ÿкнĕ те Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă,

(11) вĕсем Моисее каланă: Египетра тупăк çук-им, эсĕ пире пушхире вилме илсе килтĕн-и? Египетран илсе тухса эсĕ пире мĕн кăтартрăн?

(12) Эпир сана Египетра та çакнах каламарăмăр-и: хăвар пире, эпир Египет çыннисемшĕнех ĕçлесе пурăнар, темерĕмĕр-и? Мĕншĕн тесессĕн пушхирте виличчен пирĕншĕн Египет çыннисем патĕнче чуралăхра пулни авантарахчĕ, тенĕ.

(13) Анчах Моисей халăха каланă: ан хăрăр, çирĕп тăрăр — акă Çÿлхуçа çăлăнăçне курăр, çакна Вăл халĕ сирĕншĕн тăвĕ, халĕ хăвăр куракан Египет çыннисене урăх ĕмĕрне те курас çук;

(14) Çÿлхуçа сирĕншĕн çĕнтерсе пырĕ, эсир вара лăпкă пулăр, тенĕ.

(15) Çÿлхуçа Моисее каланă: мĕн эсĕ Мана кăшкăрса чĕнетĕн? Израиль ывăлĕсене кала, вĕсем утчăр,

(16) эсĕ туюна çĕкле те аллуна тинĕс çине тăс, ăна икĕ еннелле уйăр, Израиль ывăлĕсем тинĕс варринчен типĕ çĕртен каçса кайĕç;

(17) Эпĕ [фараонпа мĕнпур] Египет çыннисен чĕрине хаярлатса ярăп, вĕсем вара сирĕн хыççăн кайĕç; çапла фараон çинче, унăн пĕтĕм çарĕ çинче, унăн урапаллă çарĕ çинче, унăн юланутçисем çинче Хамăн мухтавлăхăма кăтартăп;

(18) Хамăн мухтавлăхăма фараон çинче, унăн урапаллă çарĕ çинче, унăн юланутçисем çинче кăтартсассăн, Египет çыннисем [пурте] Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тенĕ.

(19) Израиль [ывăлĕсен] тапăрĕ умĕнчен пыракан Турă Ангелĕ тапранса кайнă та вĕсен хыçĕнчен пыра пуçланă; пĕлĕт юпа та, вĕсен умĕнчен тапранса, вĕсен хыçне пырса тăнă;

(20) Египет тапăрĕпе Израиль [ывăлĕсен] тапăрĕ хушшине тăнă: пĕрисемшĕн хура пĕлĕт те сĕм тĕттĕмлĕх пулнă, тепĕрисемшĕн каç тĕттĕмне çутатса тăнă, вара пĕрисем тепĕрисем патне çĕр каçичченех çывăхарайман.

(21) Моисей хăйĕн аллине тинĕс çине тăснă та, Çÿлхуçа тинĕсе çĕрĕпех тухăç енчен вĕрекен вăйлă çилпе хăвалаттарса тинĕс вырăнне типĕ çĕр туса хунă, шывĕ уйăрăлса тăнă.

(22) Израиль ывăлĕсем вара тинĕс варрипе типĕ çĕртен кайнă: вĕсен сылтăм енче те, сулахай енче те шыв хÿме пек тăнă.

(23) Египет çыннисем вĕсене хăвала пуçланă, фараонăн учĕсем, çар ураписем, юланутçисем вĕсем хыççăн тинĕс варрине кĕрсе кайнă.

(24) Ирхи хурал вăхăтĕнче Çÿлхуçа Египет çарĕ çине вут юпа ăшёнчен, пĕлĕт юпа ăшĕнчен пăхнă та Египет çарне пăлхатса янă;

(25) вĕсен çар ураписен кустăрмисене кусайми тунă, çавăнпа вĕсене аранаран сĕтĕрсе пынă. Вара Египет çыннисем: Израиль çыннисенчен тарар, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа вĕсен хутне кĕрсе Египет çыннисене çĕнтерсе пырать, тенĕ.

(26) Çÿлхуçа Моисее каланă: аллуна тинĕс çине тăс, шыв ĕнтĕ Египет çыннисем çине, вĕсен урапаллă çарĕ çине, вĕсен юланутçисем çине кайтăр, тенĕ.

(27) Моисей аллине тинĕс çине тăснă та, ир тĕлне шыв хăй вырăнне таврăннă; Египет çыннисем вара [шыва] хирĕç чупнă. Египет çыннисене Çÿлхуçа тинĕс варринче çапла путарнă.

(28) Шыв каялла юхса пынă та Израиль çыннисем хыççăн тинĕсе кĕнĕ фараонăн пĕтĕм çарне, урапаллă çарне, юланутçисене хупласа хунă; вĕсенчен пĕри те хăтăлса юлайман.

(29) Израиль ывăлĕсем вара тинĕс варрипе типĕ çĕртен каçса кайнă: шыв вĕсен сылтăм енче те хÿме пек [тăнă], сулахай енче те [хÿме пек] тăнă.

(30) Çав кун Çÿлхуçа Израиль халăхне Египет çыннисен аллинчен хăтарнă, Израиль [ывăлĕсем] тинĕс хĕрринче Египет çыннисем вилĕ выртнине курнă.

(31) Вара Израиль çыннисем Çÿлхуçа Египет çыннисем çинче кăтартнă хăватлă алла курнă, халăх Çÿлхуçаран хăраса ÿкнĕ, Çÿлхуçана тата Моисее, Унăн чурине, ĕненме пуçланă. Моисейпе Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана мухтаса, çапла каласа, çак юрра юрланă:

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

15

(1) Çÿлхуçана мухтаса юрлатăп: Вăл аслă мухтава тухрĕ; унăн утне те, юланутçине те тинĕсе путарчĕ.

(2) Çÿлхуçамăм — манăн тĕрекĕм, манăн чапăм, Вăл мана çăлса хăварчĕ. Вăл — манăн Туррăм, Ăна аслăласа мухтăп; Вăл — манăн аттемĕн Турри, Ăна аслă мухтава кăларăп.

(3) Çÿлхуçа — вăрçă арĕ, Яхве Унăн ячĕ.

(4) Фараонăн ураписене, унăн çарне Вăл тинĕсе путарчĕ, унăн чаплă çар пуçлăхĕсем Хĕрлĕ тинĕсе путса вилчĕç.

(5) Тĕпсĕр авăрсем хупларĕç вĕсене; тинĕс тĕпне чул пек анса кайрĕç вĕсем.

(6) Эй Çÿлхуçамăм, сылтăм аллу хăйĕн хăвачĕпе чапа тухрĕ; эй Çÿлхуçамăм, санăн сылтăм аллу тăшмана тĕп турĕ.

(7) Хăвăн мухтавлăхун аслăлăхĕпе Эсĕ Хăвна хирĕç çĕкленнисене аяла турăн. Хăвăн çиллÿне ятăн та Эсĕ, вăл вĕсене улăм пĕрчи пек çунтарса ячĕ.

(8) Эсĕ вĕрнĕ сывлăшпала шыв икĕ енне уйăрăлса тăчĕ, шыв хÿме пек тăчĕ, тинĕс тĕпĕнчи тĕпсĕр авăрсем хытса ларчĕç.

(9) Тăшман каларĕ: «хăвалам, çитем, тупăш уйăрам; чунăм вĕсемпе тăранĕ; хĕçĕме туртса кăларам, аллăм вĕсене тĕп тăвĕ» терĕ.

(10) Сывлăшупа вĕртĕн те — вĕсене тинĕс хупласа хучĕ: вĕсем аслă шыва хура тăхлан пек путса анчĕç.

(11) Эй Çÿлхуçамăм, Сан евĕрли кам пур турăсем хушшинче? Сăвапу аслă, мухтаву виçесĕр, Эсĕ — кĕтретсем Тăваканĕ, кам пур çавăн евĕрли?

(12) Эсĕ сылтăм аллуна тăсрăн та, вĕсене çĕр çăтса ячĕ.

(13) Ху хăтарнă çакă халăха Эсĕ Хăвăн ырăлăхупа ертсе пыратăн, Хăвăн хăватупа Хăвăн сăваплăхун çуртне ертсе каятăн.

(14) Халăхсем илтрĕç те чĕтĕресе тăраççĕ: Филисти çыннисен сехри хăпрĕ;

(15) ун чухне Эдом пуçлăхĕсем аптăраса ÿкрĕç, Моав çулпуçĕсем сехĕрленчĕç, Ханаан çыннисем пурте хуйха ÿкрĕç.

(16) Хăраччăр вĕсем, сехĕрленччĕр; Санăн халăху иртсе пынă чухне, эй Çÿлхуçамăм, Хăв хăтарнă çакă халăху иртсе пынă чухне, Санăн вăюхăватупа вĕсем чул пек хытса тăччăр.

(17) Эй Çÿлхуçамăм, Хăвăн тивĕçлĕ тăву çине, Хăвна валли Ху çурт тунă вырăна, Хăвăн аллусем пултарнă сăваплă вырăна, эй Патшамăр, илсе кĕр ăна, çавăнта вырăнаçтар ăна!

(18) Çÿлхуçа ĕмĕрех, ĕмĕрĕмĕрĕпех Патша пулĕ.

(19) Фараонăн çар урапиллĕ учĕсем, унăн юланутçисем тинĕсе кĕрсессĕн, Çÿлхуçа тинĕс шывне вĕсем çинелле янă, Израиль ывăлĕсем вара тинĕс варринчи типĕ çĕртен каçса кайнă.

(20) Çавăн чухне Мариам пророк, Аарон аппăшĕ, аллине тÿнкĕр тытнă, ун хыççăн пĕтĕм хĕрарăм тÿнкĕр çапса, хĕпĕртесесавăнса тухнă.

(21) Мариам вĕсен умĕнче çапла мухтаса юрланă: Çÿлхуçамăра мухтаса юрлăр, Вăл аслă мухтава тухрĕ, унăн утне, юланутçине тинĕсе путарчĕ.

(22) Моисей Израиль халăхне Хĕрлĕ тинĕс патĕнчен ертсе кайнă та, вĕсем Сур пушхирне çитсе кĕнĕ; вĕсем виçĕ кун пушхир тăрăх пынă, анчах шыв тупайман;

(23) Меррăна çитнĕ, анчах Меррăри шыва ĕçеймен, мĕншĕн тесессĕн вăл йÿçĕ пулнă, çавăнпа ку [вырăна] Мерра* ят панă * Йÿçĕлĕх. та.

(24) Халăх Моисее ÿпкелесе: пирĕн мĕн ĕçес? тенĕ.

(25) [Моисей] Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă та, Çÿлхуçа ăна йывăç кăтартнă, вăл вара ăна шыва пăрахнă та — шыв тутлăланнă. Çавăнта Турă халăха йĕркесем панă, саккун панă тата ăна çавăнта сăнанă.

(26) Ăна каланă: эсĕ Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, сăмахне итлесе пурăнсассăн, Унăн куçĕ умĕнче юравлă ĕçсем туса тăрсассăн, Унăн ÿкĕчĕсене ăнласа пырсассăн, Унăн пĕтĕм йĕркине тытса пурăнсассăн, Эпĕ сан çине Египет çине янă чирсенчен пĕр чирне те ямăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Çÿлхуçа [санăн Турру], сана сыватаканĕ, тенĕ.

(27) Унтан вĕсем Елим çĕрне çитнĕ; унта вуникĕ çăлкуçĕ пулнă, çитмĕл финик йывăçĕ ÿснĕ, çавăнта шыв çывăхне тапăрăн ларса тухнă.

16

(1) Ĕнтĕ Елимран тапранса тухнă, Египет çĕрĕнчен тухнă хыççăн иккĕмĕш уйăхăн вунпиллĕкĕмĕш кунĕнче Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхĕ Елимпа Синай хушшинчи Син пушхирне çитнĕ.

(2) Пушхирте Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхĕ Моисейпе Аарона ÿпкелеме пуçланă,

(3) Израиль ывăлĕсем вĕсене каланă: ах, пирĕн Египет çĕрĕнчех аш тултарнă хуран умĕнче ларнă чухнех, тăраниччен çăкăр çинĕ чухнех Çÿлхуçамăр алли тивнипе вилмеллеччĕ! эсир пире ку пушхире пĕтĕм халăха выçăпа вĕлерме илсе килтĕр, тенĕ.

(4) Çÿлхуçа Моисее каланă: акă Эпĕ сирĕн валли тÿперен çăкăр çутарса тăрăп, халăх тухтăр та кунсерен — пĕр куна мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ — пуçтарса тăтăр; Эпĕ ăна çапла сăнаса пăхам, вăл Манăн саккун тăрăх пурăнассипе пурăнмассине пĕлем;

(5) улттăмĕш кунне мĕн илсе килнине пухса хуччăр, ытти кунсенче пухнинчен икĕ хут ытларах пулĕ, тенĕ.

(6) Вара Моисейпе Аарон Израиль ывăлĕсен пĕтĕм [халăхне] каланă: каçхине эсир хăвăра Египет çĕрĕнчен Çÿлхуçа илсе тухнине пĕлетĕр,

(7) ирхине вара Çÿлхуçа мухтавлăхне куратăр, Вăл эсир Çÿлхуçа Турра ÿпкеленине илтрĕ: эпир мĕнех ĕнтĕ, мĕншĕн пире ÿпкелетĕр? тенĕ.

(8) Моисей тата каланă: каçхине Çÿлхуçа сире апат валли аш парсассăн, ирхине тăраниччен çимелĕх çăкăр парсассăн, пĕлетĕр акă: Çÿлхуçа эсир Ăна хирĕç ÿпкелесе каланине илтрĕ: эпир мĕн? эсир пире мар, Çÿлхуçа Турра ÿпкелетĕр, тенĕ.

(9) Унтан Моисей Аарона каланă: Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне кала: Çÿлхуçа умне пырса тăрăр, мĕншĕн тесессĕн Вăл эсир ÿпкеленине илтрĕ, те, тенĕ.

(10) Аарон Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне каланă чухне вĕсем пушхирелле çаврăнса пăхнă та — акă пĕлĕт ăшĕнче Çÿлхуçа мухтавлăхĕ курăнса кайнă.

(11) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(12) Эпĕ Израиль ывăлĕсем ÿпкелешнине илтрĕм; вĕсене кала: каçхине аш çийĕр, ирхине тăраниччен çăкăр çийĕр — вара Эпĕ Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр, иккенне пĕлĕр, тенĕ.

(13) Каçхине путене вĕçсе тулса тапăра хупласа илнĕ, ир тĕлне тапăр тавра сывлăм ÿкнĕ;

(14) сывлăм типсессĕн, акă пушхир çийĕнче темĕскер — вĕтĕскер, кĕрпе евĕрлĕскер, çĕр çине ÿкнĕ пас евĕрлĕскер — выртса юлнă.

(15) Израиль ывăлĕсем çакна курнă та пĕрпĕрне: мĕн ку? тенĕ. Мĕншĕн тесессĕн ку мĕн иккенне пĕлмен. Моисей вĕсене каланă: ку — çăкăр, ăна сире Çÿлхуçамăр апат валли пачĕ;

(16) Çÿлхуçамăр акă мĕн хушрĕ: ăна кашнийĕ хăй çисе ямалăх пухтăр; çын пуçне пĕрер гомор, хăвăр чатăрта миçе чун, çавăнпа шайлашуллăн пуçтарăр, терĕ, тенĕ.

(17) Вара Израиль ывăлĕсем çапла тунă та, хăшĕ нумай, хăшĕ сахал пуçтарнă;

(18) кайран гоморпа виçсе пăхнă та, нумай пухаканĕн те ытлашши пулман, сахал пухаканĕн те çителĕксĕр пулман: кашнийĕ хăй çисе ямалăх пухнă.

(19) Моисей вĕсене: çакна никам та ирччен ан хăвартăр, тенĕ.

(20) Анчах вĕсем Моисее итлемен, хăшĕсем çав апата ирччен хăварнă та, вăл хуртланса кайнă, унран шăршă кĕре пуçланă. Моисей вара вĕсене питĕ çилленнĕ.

(21) Вĕсем çавна ирхине ирех кашнийĕ хăй çисе ямалăх пуçтарнă; хĕвел пăхса ăшăта пуçласассăн, вăл ирĕлнĕ.

(22) Улттăмĕш кунне вара çав çăкăра икĕ хут ытларах, кашни çын пуçне икшер гомор, пухнă. Халăх пуçлăхĕсем пурте пынă та Моисее каласа панă.

(23) Вара [Моисей] вĕсене каланă: Çÿлхуçамăр акă мĕн каларĕ: ыран канăçлăх кунĕ, Çÿлхуçанăн сăваплă шăмачĕ; мĕн пĕçермеллине паян пĕçерĕр, мĕн ăшаламаллине паян ăшалăр, мĕн юлнине уйăрса хăварăр та ир валли пухса хурăр, тенĕ.

(24) Вара [хăйсене] Моисей хушнă пек, ир валли уйăрса хăварнă та, вăл шăршланман та, хуртланман та.

(25) Моисей каланă: ăна паян çийĕр, мĕншĕн тесессĕн паян Çÿлхуçа шăмачĕ; паян ăна хирте тупаймăр;

(26) ăна ултă кун пуçтарăр, çиччĕмĕш кунĕ вара — шăматкун: çав кун вăл пулмасть, тенĕ.

(27) Анчах хăшĕсем çиччĕмĕш кунĕнче пуçтарма тухнă та — тупайман.

(28) Çÿлхуçа вара Моисее каланă: эсир Манăн ÿкĕтсене, Манăн саккунсене пăхăнасран чылайччен пăрăнса çÿрĕри?

(29) астăвăр, Çÿлхуçа сире шăматкун панă, çавăнпа Вăл улттăмĕш кунĕнче çăкăрне икĕ кунлăх парать: кашнийĕ хăй патĕнче [хăйĕн килĕнче] юлăр, çиччĕмĕш кунĕнче никам та хăйĕн вырăнĕнчен ан тухтăр, тенĕ.

(30) Вара çиччĕмĕш кунĕнче халăх каннă.

(31) Израиль халăхĕ çав çăкăра «манна» тесе ят панă; вăл кориандр вăрри пек шурă пулнă, тути пыллă пашалу пек пулнă.

(32) Моисей каланă: Çÿлхуçа акă мĕн хушрĕ: сыпăкран сыпăка упраса тăмашкăн пĕр гомор [манна] тултарăр: Египет çĕрĕнчен илсе тухсассăн, Эпĕ сире çак çăкăрпа тăрантарса усрарăм, сирĕн ăна курса тăмалла пултăр, терĕ, тенĕ.

(33) Моисей Аарона каланă: пĕр [ылтăн] савăт ил те унта пĕр гомор туллиех манна тултар, ăна сыпăкран сыпăка усрамашкăн Çÿлхуçа Турă умне ларт, тенĕ.

(34) Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Аарон ăна — сыхласа усрамашкăн — Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умне лартнă.

(35) Израиль ывăлĕсем хĕрĕх çул хушши, çын пурăнакан çĕре çитичченех, манна çисе пурăннă; Ханаан çĕрĕн чиккине çитичченех вĕсем манна çинĕ.

(36) Гомор Ефан вуннăмĕш пайĕ пулать.

17

(1) Çÿлхуçа хушнипе Израиль ывăлёсен пĕтĕм халăхĕ Син пушхирĕнчен тухса хăйсен çулĕпе кайнă та кайран Рефидимра тапăрăн вырăнаçса ларнă; унта халăх валли ĕçме шыв пулман.

(2) Халăх Моисее ÿпкеленĕ: ĕçмешкĕн шыв парăр пире, тенĕ. Моисей вĕсене: мĕн эсир мана ÿпкелетĕр? мĕншĕн Çÿлхуçана сăнатăр? тенĕ.

(3) Халăх унта шывсăр антăхнă, халăх Моисее ÿпкелесе каланă: мĕншĕн эсĕ пире Египетран илсе тухрăн? пире, пирĕн ачасене, пирĕн кĕтÿсене шывсăр асаплантарса вĕлерме-и? тенĕ.

(4) Моисей Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă: ку халăха манăн мĕн тăвас? кăштахран акă мана чулпа персе вёлерĕç, тенĕ.

(5) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: халăх умĕнчен ут, хăвпа пĕрле Израилĕн хăшпĕр аслă çыннисене ил, аллуна хăв шыва çапса уйăрнă туюна тыт та — кай;

(6) акă Эпĕ унта, Хоривра, сан умна чул хысакĕ çине тăрăп, эсĕ çав чула çап та, ун ăшĕнчен шыв тапса тухĕ, халăх ĕçĕ, тенĕ. Израилĕн аслă çыннисен куçĕ умĕнче Моисей çапла тунă.

(7) Израиль ывăлĕсем ÿпкелешнине пула, вĕсем: пирĕн хушшăмăрта Çÿлхуçа пур-и, çук-и? тесе Çÿлхуçана сăнанине пула çав вырăна Масса тата Мерива[ii].  тесе ят панă.

(8) Амалик çыннисем çитнĕ те Рефидимра Израиль çыннисемпе çапăçнă.

(9) Моисей Иисуса каланă: [хастар] арсем суйласа ил те кай, амаликсемпе тытăç; ыран эпĕ сăрт тăррине тăрăп, манăн аллăмра Турă туйи пулĕ, тенĕ.

(10) Иисус хăйне Моисей каланă пек тунă: амаликсемпе çапăçма [кайнă]; Моисей, Аарон тата Ор сăрт тăррине улăхса тăнă. пМоисей хăйĕн аллисене çĕклесе тăнă чухне Израиль çĕнтерсе пынă, аллисене аялалла ярсассăн, Амалик çĕнтере пуçланă;

(12) анчах Моисейĕн аллисем йывăрланса çитнĕ, вара чул илнĕ те ăна Моисей айне хунă, вăл чул çине ларнă. Ааронпа Ор унăн аллисене пĕри пĕр енчен, тепĕри тепĕр енчен тытса тăнă. Çапла унăн аллисене хĕвел аничченех çÿлелле çĕклесе тăнă.

(13) Иисус вара Амаликпа унăн халăхне çивĕч хĕçпе пĕтерсе тăкнă.

(14) Çÿлхуçа Моисее каланă: астуса тăма çакна кĕнекене çырса хур; тата Иисуса пĕлтер: Эпĕ амаликсен ятне çĕр çинчен пĕтĕмпех пĕтерĕп, тенĕ.

(15) Моисей вара [Çÿлхуçана] парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ тунă, ăна Яхве Нисси* тесе ят панă.

(16) Вăл çапла каланă: алăра — Çÿлхуçа ялавĕ, Çÿлхуçанăн Амалика хирĕç пыракан вăрçи — сыпăкран сыпăка, тенĕ.

18

(1) Иофор — Мадиан священникĕ, X Моисей хунĕ — Çÿлхуçа Израиле Египетран илсе тухсассăн Турă Моисейпе Хăйĕн халăхĕшĕн, Израильшĕн, мĕнмĕн тунине пурне те илтсе пĕлнĕ,

(2) Моисей хунĕ Иофор вара Сепфорăна — Моисей арăмне, унччен ашшĕ патне хăварнăскере — Зтата унăн икĕ ывăлне Моисей патне ертсе кайнă, вĕсенчен пĕри Гирсам ятлă пулнă, мĕншĕн тесессĕн Моисей: эпĕ ют çĕре килсе пурăннă çын, тенĕ;

(4) тепĕри Елиезер ятлă пулнă, мĕншĕн тесессĕн [вăл]: аттем Турри мана пулăшаканĕ пулчĕ, мана фараон хĕçĕнчен хăтарчĕ, [тенĕ].

(5) Моисей хунĕ Иофор унăн ывăлĕсемпе, унăн арăмĕпе пĕрле Моисей патне пушхире, Турă тăвĕ патĕнче тапăрăн ларса тухнă çĕре, çитнĕ те

(6) Моисее : Çÿлхуçа — манăн ялавăм. хыпар тунă: эпĕ, Иофор хуню, сан патна пыратăп, арăму та, унпа пĕрле унăн икĕ ывăлĕ те пыраççĕ, тенĕ.

(7) Моисей хăйĕн хуньăшне хирĕç тухнă та [ăна] ÿксе пуççапнă, ăна чуптунă, вара пĕрпĕрне саламланă хыççăн вĕсем чатăра кĕнĕ.

(8) Моисей хăйĕн хуньăшне Çÿлхуçа фараонпа [мĕнпур] Египет халăхне Израильшĕн мĕнмĕн кăтартни çинчен, çул çинче хăйсене тĕл пулнă мĕнпур йывăрлăх çинчен тата Çÿлхуçа вĕсене [фараон аллинчен, Египет çыннисен аллинчен] епле хăтарни çинчен каласа панă.

(9) Египет çыннисен аллинчен [тата фараон аллинчен] хăтарнă хыççăн Çÿлхуçа Израиле кăтартнă мĕнпур ырăлăхсемшĕн Иофор пĕтĕм чĕререн савăннă.

(10) Иофор каланă: сире Египет çыннисен аллинчен, фараон аллинчен хăтарнă, çакă халăха Египет çыннисен пусмăрĕнчен хăтарнă Çÿлхуçа мухтавлă; ихалĕ пĕлтĕм ĕнтĕ: Çÿлхуçа пур турăран та аслă, хăйсене Израиль çыннисенчен асла хуракансене Вăл çакна кăтартрĕ, тенĕ.

(12) Вара Моисей хунĕ Иофор пĕтĕмĕшпе çунтарса Турра парне кÿнĕ, ытти парне те кÿнĕ; Аарон тата Израилĕн пĕтĕм аслă çынни Моисей хунĕпе пĕрле Турă умĕнче çăкăр çиме пынă.

(13) Тепĕр кунне Моисей халăха сут тума ларнă, халăх Моисей умĕнче иртен пуçласа каçчен тăнă.

(14) Моисей хунĕ [Иофор] вăл халăха мĕн тунине пурне те курнă та каланă: эсĕ халăха капла мĕн тăватăн? мĕншĕн эсĕ ху анчах ларатăн, пĕтĕм халăх сан умунта иртен пуçласа каçчен ура çинче тăрать? тенĕ.

(15) Моисей хăйĕн хуньăшне каланă: халăх ман патăма Турă сутне ыйтма килет;

(16) вĕсен мĕнле те пулин ĕç сиксе тухсассăн, вĕсем ман патăма килеççĕ, эпĕ вара пĕринпе тепĕри хушшинчи тавăçа татса паратăп тата [вĕсене] Турă йĕркисене, Унăн саккунĕсене пĕлтеретĕп, тенĕ.

(17) Анчах хунĕ Моисее каланă: эсĕ капла аван мар тăватăн:

(18) эсĕ хăвна та, хăвпа пĕрле çакă халăха та асап лантарса пĕтерĕн, мĕншĕн тесессĕн ку ĕç саншăн çав тери йывăр: эсĕ ăна пĕччен тума пултараймастăн;

(19) эппин, манăн сăмахăма итлеха; эпĕ сана канаш парăп, Турă санпа пĕрле пулĕ: эсĕ халăхшăн Турă умĕнчи элчĕ пул, [унăн] ĕçĕсене Турă патне çитерсе тăр;

(20) вĕсене [Турă] йĕркисене, [Унăн] саккунĕсене вĕрент, [Унăн] çулне, вĕсем пымалли çула тата вĕсем тумалли ĕçсене кăтарт;

(21) эсĕ вара [хăв валли] мĕнпур халăх хушшинчен пултаруллă, Турăран хăракан çынсем, тÿрĕ, мула курайман çынсем суйласа ил те [вĕсене] пинпÿсем, çĕрпÿсем, алпÿсем, вунпÿсем [тата çыруçăсем] туса ларт;

(22) вĕсем халăха кирек хăш вăхăтра та сут туса тăччăр, тĕрлĕ пысăк ĕçсем çинчен сана пĕлтерччĕр, пĕтĕм вак ĕçе хăйсемех татса паччăр; вара сана çăмăлтарах пулĕ, санпа пĕрле вĕсем те йывăр ĕçе кÿлĕнĕç;

(23) çапла тусассăн, сана Турă хушсассăн, эсĕ тытăнса тăма пултарăн, вара çакă пур халăх та хăйĕн вырăнне канăçланса кайĕ, тенĕ.

(24) Моисей хунĕн сăмахĕсене итленĕ те йăлтах [хăйне] каланă пек тунă;

(25) Моисей вара пĕтĕм Израиль халăхĕ хушшинчен пултаруллă çынсем суйласа илнĕ те вĕсене халăх пуçлăхĕсем — пинпÿсем, çĕрпÿсем, алпÿсем, вунпÿсем [тата çыруçăсем] — туса лартнă;

(26) вĕсем ĕнтĕ халăха кирек хăш вăхăтра та сут туса тăнă; [пĕтĕм] пысăк ĕç çинчен Моисее пĕлтерсе тăнă, вак ĕçсене пурне те хăйсемех татса панă.

(27) Моисей вара хуньăшне ăсатнă, лешĕ хăйĕн çĕрне кайнă.

19

(1) Израиль халăхĕ Египет çĕрĕнчен тухсассăн виççĕмĕш уйăхра, шăп та çĕнĕ уйăх тунă кун, вĕсем Синай пушхирне çитнĕ.

(2) Вĕсем Рефидимран тапранса тухнă та Синай пушхирне çитнĕ, çав пушхирте тапăрăн вырăнаçса ларнă; унта Израиль тăва хирĕç тапăрăн вырăнаçса ларнă.

(3) Моисей Турă патне [ту çине] улăхнă, Çÿлхуçа ăна ту çинчен чĕнсе каланă: Иаков килне çапла кала, Израиль ывăлĕсене çапла пĕлтер:

(4) эсир Эпĕ Египет çыннисене мĕн тунине, Эпĕ хăвăра ăмăрткайăк çуначĕ çинче [йăтса çÿренĕ пек] çĕклесе çÿренине, сире Хам патăма илсе килнине куртăр;

(5) эппин, эсир Манăн сăмахăма итлесессĕн, Манăн халалăма пурăнăçласа пырсассăн, ытти пур халăх хушшинче Манăн еткерĕм пулатăр, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм çĕр Манăн,

(6) эсир Манăн патшалăхăм, священниксен патшалăхĕ пулатăр, сăваплă халăх пулатăр; çакă ĕнтĕ эсĕ Израиль ывăлĕсене калас сăмах, тенĕ.

(7) Моисей таврăннă та халăхăн аслă çыннисене чĕнсе пухнă, хăйне Çÿлхуçа вĕрентсе каланă çак сăмахсене пурне те вĕсене каласа панă.

(8) Пĕтĕм халăх пĕр пулса хуравласа каланă: Çÿлхуçа каланине пурне те тăвăпăр, [кÿнтем пулăпăр,] тенĕ. Моисей халăх сăмахне Çÿлхуçа патне çитернĕ.

(9) Çÿлхуçа Моисее каланă: халăх Эпĕ санпа калаçнине илттĕр, сана яланлăха ĕнентĕр тесе, акă Эпĕ сан патна çăра пĕлĕт ăшĕнче пырăп, тенĕ. Моисей халăх сăмахне Çÿлхуçана пĕлтернĕ.

(10) Çÿлхуçа Моисее каланă: халăх патне кай та [каласа пар,] ăна паян та, ыран та тасалăх тивлечĕ кÿр; вĕсем хăйсен тумтирне çуса тасатчăр,

(11) виççĕмĕш куна хатĕр тăччăр: виççĕмĕш кунне Çÿлхуçа пĕтĕм халăх куçĕ умĕнче Синай тăвĕ çине анĕ;

(12) халăха асăрхаттарма ту тавра йĕр туса çаврăн та кала: ту çине улăхасран, ту аркине сĕртĕнесрен сыхланăр, те; ту çумне сĕртĕнекене кирек кама та вĕлермелле;

(13) çав çынна алă ан сĕртĕнтĕр, ăна чулпа персе вĕлерччĕр е ухăпа персе вĕлерччĕр; выльăхи вăл, çыни — чĕрĕ ан юлтăр; вăрăммăн кăшкăртнă трупа сасси илтĕнсессĕн, [пĕлĕт ту çинчен çĕкленсе кайсассăн,] вĕсем ту çине улăхма пултараççĕ, тенĕ.

(14) Моисей ту çинчен халăх патне аннă та халăха тасалăх тивлечĕ кÿнĕ, вĕсем хăйсен тумтирне çуса тасатнă.

(15) Вăл халăха каланă: виççĕмĕш куна хатĕр тăрăр; арăмăрсене ан тĕкĕнĕр, тенĕ.

(16) Виççĕмĕш кунне, ир пулсассăн, аслати авăтнă, çиçĕм çиçнĕ, [Синай] тăвĕ тĕлĕнче çăра пĕлĕт тăнă, трупа сасси питех те вăйлăн илтĕннĕ; тапăрта пулнă пĕтĕм халăх чĕтĕресе ÿкнĕ.

(17) Çÿлхуçана кĕтсе илме Моисей халăха тапăртан илсе тухнă, вĕсем ту айккине пырса тăнă.

(18) Çÿлхуçа ту çине вутçулăм ăшĕнче аннăран пĕтĕм Синай тăвĕ мăкăрланса тăнă; ун çийĕн кăмакаран тухакан тĕтĕм пек тĕтĕм çĕкленнĕ, пĕтĕм ту кисренсе тăнă;

(19) трупа сасси вăйланнăçемĕн вăйланса пынă. Моисей каланă, Турă ăна сасăпах хуравланă.

(20) Çÿлхуçа Синай тăвĕ çине, ту тăррине, аннă, Çÿлхуçа Моисее ту тăррине чĕнсе илнĕ, Моисей унта улăхнă.

(21) Çÿлхуçа Моисее каланă: ан та халăха хытарса кала, вĕсем Турă патне Ăна курасшăн ан ăнтăлччăр, вĕсен нумайăшĕн пĕтмелле ан пултăр;

(22) Çÿлхуçа [Турă] патне çывăхаракан священниксен вара, хăйсене Çÿлхуçа пĕтерсе ан тăктăр тесессĕн, хăйсене тасалăх тивлечĕ кÿмелле, тенĕ.

(23) Моисей Çÿлхуçана каланă: халăх Синай тăвĕ çине улăхма пултараймĕ, мĕншĕн тесессĕн Эсĕ пире: «ту йĕритавра йĕр туса тух, ăна тасалăх тивлечĕ кÿр» тесе малтанах асăрхаттарса хутăн, тенĕ.

(24) Çÿлхуçа ăна каланă: каях эсĕ, ан, унтан хăв та, санпа пĕрле Аарон та улăхăр; священниксемпе халăх вара Çÿлхуçа патне улăхасшăн ан ăнтăлччăр, [Çÿлхуçа] вĕсене пĕтерсе ан пăрахтăр, тенĕ.

(25) Вара Моисей халăх патне аннă та пĕтĕмпе каласа кăтартнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

20

(1) Турă [Моисее] çакă сăмахсене каланă:

(2) Эпĕ Çÿлхуçа, сана Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухнă Турру.

(3) Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр.

(4) Йĕрĕх ан ту, çÿлте тÿпери япаласенĕн, аялта çĕр çинчи япаласенĕн, çĕртен аяларах шыври япаласенĕн паллине-сăнне, кĕлеткине ан ту;

(5) вĕсене ан пуççап, вĕсене ан пăхăн: Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, кĕвĕçекен Турă — Эпĕ Хама курайман ашшĕсен айăпĕшĕн ачисене виççĕмĕш, тăваттăмĕш сыпăкне çитиччен хаса паратăп,

(6) Хама юратакансене, Манăн ÿкĕтĕмсене пурăнăçласа тăракансене пин сыпăка çитичченех ырăлăх паратăп.

(7) Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, ятне вырăнсăр ан асăн, Çÿлхуçа Хăйĕн ятне вырăнсăр асăнакана хасасăр хăвармĕ.

(8) Шăматкуна уяма астусах тăр;

(9) ултă кун ĕçле, [çав кунсенче] хăвăн мĕнпур ĕçне ту;

(10) çиччĕмĕш кунĕ Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, шăмат пултăр: çавă кун эсĕ хăв та, санăн ывăлу та, хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, [вăкăру та, ашаку та, пур тĕрлĕ] выльăху-чĕрлĕхÿ те, санăн çуртăнта пурăнакан ютран килнĕ çын та нимĕнле ĕç те ан тăвăр,

(11) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа тÿпепе çĕре, тинĕсе тата унта мĕн пуррине пурне те ултă кун хушши пултарнă, çиччĕмĕш кунне канлĕхлĕ тунă; Çÿлхуçа шăматкуна çавăнпа пилленĕ, ăна тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.

(12) Аçупа аннÿне хисепле, вара [хăвна лайăх пулĕ тата] хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан çĕр çинче кун-çулу вăрăм килĕ.

(13) Ан вĕлер.

(14) Ан аскăнлан.

(15) Ан вăрла.

(16) Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле.

(17) Çывăх çыннун килçуртне ан хапсăн; çывăх çыннун арăмне ан ăмсан, [унăн уйнехирне те,] унăн арçын чурине те, хĕрарăм чурине те, вăкăрне те, ашакне те, [унăн кирек хăш выльăхне те,] çывăх çыннун мĕн пуррине нимĕнне те ан хапсăн, тенĕ.

(18) Пĕтĕм халăх аслати авăтнине, вутçулăма, трупа сассине, мăкăрланса тăракан тăва курса тăнă; çавна курсассăн [пĕтĕм] халăх каялла чакса аяккалла кайса тăнă.

(19) Вара Моисее каланă: пирĕнпе эсĕ калаç, эпир сана итлĕпĕр, анчах пирĕнпе Турă ан калаçтăрччĕ, пирĕн вилес марччĕ, тенĕ.

(20) Моисей халăха каланă: ан хăрăр; Турăран хăрамаллине хăйсемех курччăр тесе, çылăх ан туччăр тесе Турă [сирĕн патăра] сире сăнаматĕрĕслеме килчĕ, тенĕ.

(21) [Мĕнпур] халăх аякра тăнă, Моисей вара сĕмлĕхе, Турă тăракан тĕле, кĕрсе кайнă.

(22) Çÿлхуçа Моисее каланă: çапла кала [Иаков килне, пĕлтер] Израиль ывăлĕсене: эсир Эпĕ сире тÿперен епле каланине куртăр;

(23) Манăн умăмра кĕмĕл турăсем е ылтăн турăсем ан тăвăр, хăвăр валли ан тăвăр:

(24) Ман валли парне вырăнĕ çĕртен ту, хăвăн пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнÿне, хăвăн канăçлăх парнÿне, хăвăн сурăхусене, вăкăрусене çавăн çинче кÿр; Эпĕ Хамăн ятăма пуççапма палăртнă кирек мĕнле вырăнта та Эпĕ сан патна пырăп, сана пиллĕп;

(25) эхер те Ман валли парне вырăнĕ чултан тăвас пулсассăн, ăна чутланă чулсенчен ан ту, мĕншĕн тесессĕн пурттуна вĕсем çине хурсассăнах эсĕ вĕсене ирсĕрлетĕн;

(26) Манăн парне вырăнĕ патне картлашкапа ан улăх, ун умĕнче санăн çарамасу ан уçăлтăр.

21

(1) Эсĕ вĕсене пĕлтермелли саккунсем акă:

(2) эхер те еврей чура туянатăн пулсассăн, вăл [саншăн] ултă çул ĕçлетĕр, çиччĕмĕш [çул] тÿлемесĕрех ирĕке тухтăр; Зэхер те вăл пĕччен пынă пулсассăн, пĕчченех тухса кайтăр; вăл авланнă çын пулсассăн, унпа пĕрле арăмĕ те тухса кайтăр;

(4) эхер те хуçи ăна арăм панă пулсассăн, арăмĕ ăна ывăлсем е хĕрсем çуратса панă пулсассăн, арăмĕпе ачисем арăмĕн хуçи патĕнчех юлччăр, вăл пĕчченех тухса кайтăр;

(5) чури «хамăн хуçама, хамăн арăмпа ачамсене юрататăп, ирĕке каймастăп» тесессĕн,

(6) хуçи ăна турăсем* умне илсе пытăр та алăк патне е алăк янахĕ патне тăраттăр, унтан хуçи унăн хăлхине атпăрипе чиксе шăтартăр, вара вăл ĕмĕрлĕхе унăн чури пулса юлĕ.

(7) Эхер те кам та пулин хăйĕн хĕрне чуралăха сутсассăн, вăл арçын чура тухса кайнă пек тухса кайма пултараймасть;

(8) эхер те çав хăрхăм хăйĕн хуçине килĕшмест пулсассăн, хуçи ăна çураçмасть пулсассăн, ăна каялла тÿлесе илме ирĕк патăр; ăна хăй тиркенĕ пулсассăн, [хуçан] ăна ют халăха сутма ирĕк çук;

(9) эхер те вăл ăна хăйĕн ывăлĕ валли çураçсассăн, ăна хăйĕн хĕрĕ вырăнне хутăр;

(10) эхер те ывăлĕ валли урăх арăм илсессĕн, ăна апатсăр, тумтирсĕр хăвармалла мар, арлăарăмлă пурăнасси те сыхланса юлтăр; пэхер те хуçа уншăн çакă виçĕ япалана тумасть пулсассăн, вăл ун патĕнчен ахалех, тÿлемесĕрех, тухса кайтăр.

(12) Кам та кам çынна вĕлермеллех çапать, ăна хăйне те вĕлерччĕр;

(13) анчах та çакна усал шухăшпа туман пулсассăн, вăл Турă ирĕк панипе унăн алли айне лекнĕ пулсассăн, [вĕлерекеннине] тарса хăтăлмашкăн Эпĕ сан патăнта вырăн кăтартса хурăп;

(14) эхер те кам та кам çывăх çыннине вĕлерес тесех ултавлăн вĕлерет [унтан парне вырăнĕ патне тарса пырать] пулсассăн, ăна Манăн парне вырăнĕ патĕнчен те вĕлерме тытса кай.

(15) Кам та кам хăйĕн ашшĕне е хăйĕн амăшне çапать, ăна вĕлерме тытса памалла.

(16) Кам [Израиль ывăлĕсен] çыннине вăрласа, [ăна чура туса] сутса ярать е çав çынни ун патĕнче тупăнать, ăна вĕлерме тытса памалла.

(17) Кам та кам хăйĕн ашшĕне е хăйĕн амăшне усал сăмах калать, ăна вĕлерме тытса памалла.

(18) [Иккĕн] вăрçнă чухне пĕр çынни тепĕрне чулпа е чышкăпа çапас пулсассăн, лешĕ вилмест, анчах унăн вырăнпа выртмалла пулсассăн,

(19) кайран ури çине тăрса, килĕнчен туя çине тĕренсе туха пуçласассăн, [ăна] çапаканни вилĕме тивĕçлĕ пулмĕ; унăн ĕнтĕ çыннин ĕçĕ чарăнса тăнăшăн тата ăна эмелленĕшĕн тÿлемелле.

(20) Эхер те кам та кам хăйĕн арçын чурине е хĕрарăм тарçине патакпа çапас пулсассăн, лешĕсем унăн алли айĕнчех вилсе кайсассăн, ăна хаса памалла;

(21) эхер те вĕсем пĕр кунран е икĕ кунран ура çине тăрсассăн ăна хаса памалла мар, мĕншĕн тесессĕн ку унăн кĕмĕлĕ.

(22) Çынсем çапăçнă чухне йывăрланнă хĕрарăма çапсассăн, вăл хырăм пăрахсассăн, анчах урăх сиен пулмасассăн, çав арăм упăшки айăплă çынран мĕнле тÿлев шырамалла тăвать, çавăн чухлĕ тÿлемелле, ăна ытти çынсем умĕнче памалла;

(23) эхер те сиен пулас пулсассăн, чуншăн чун пар,

(24) куçшăн — куç, шăлшăн — шăл, алăшăн — алă, урашăн ура пар,

(25) çунтарнăшăн çунтар, сураншăн суранлат, ыраттарнăшăн ыраттар.

(26) Кам та пулин хăйĕн арçын чурине е хĕрарăм тарçине куçĕнчен çапса ăна сиен тăвать пулсассăн, вăл вĕсене куçшăн ирĕке кăларса ятăр;

(27) хăйĕн арçын чурин е хĕрарăм чурин шăлне çапса çĕмĕрчĕ пулсассăн, вăл вĕсене шăлшăн ирĕке кăларса ятăр.

(28) Эхер те вăкăр арçынна е хĕрарăма вĕлермеллех сĕкес пулсассăн, вăкăрне чулпа персе вĕлермелле, унăн ашне çимелле мар; вăкăр хуçи айăплă мар;

(29) эхер те вăкăрĕ ĕнер те, виçĕмкун та сĕкĕшнĕ пулсассăн, хуçи çакна пĕле тăркач ăна сыхламан пулсассăн, вăкăрĕ арçынна е хĕрарăма вĕлернĕ пулсассăн, вăкăрне чулпа персе вĕлермелле, хуçине вĕлерме тытса памалла;

(30) вĕлерес вырăнне тÿлеттермелле тунă пулсассăн, ăна мĕнле хак хунă, унăн хăйĕн чунĕшĕн çавăн чухлĕ тÿлемелле.

(31) Ывăлне сĕксе вĕлерети, хĕрне сĕксе вĕлерети — ăна çакă саккун тăрăхах айăпламалла.

(32) Вăкăр арçын чурана е хĕрарăм чурана сĕксе вĕлерес пулсассăн, вĕсен хуçине вăтăр сикль кĕмĕл тÿлемелле, вăкăрне чулпа персе вĕлермелле.

(33) Эхер те кам та пулин шăтăк уçса хурсассăн е шăтăк алтса ăна витмесĕр хăварсассăн, унта вăкăр е ашак кĕрсе ÿксессĕн,

(34) шăтăк хуçи тÿлеме тивĕçлĕ, унăн выльăх хуçине кĕмĕл памалла, вилли вара ăна пулĕ.

(35) Эхер те камăн та пулин вăкăрĕ кÿрши вăкăрне вĕлермеллех сĕксе пăрахсассăн, чĕрĕ вăкăрне сутчăр та унăн хакне çурмалла уйăрччăр; вĕлернине те çурмалла уйăрччăр;

(36) анчах вăкăрĕ ĕнер те, виçĕмкун та сĕкĕшни паллă пулнă пулсассăн, унăн хуçи [çавна илтсе те] ăна сыхламан пулсассăн, вăл вăкăршăн вăкăр тÿлеме тивĕçлĕ, вилнĕ вăкăрĕ вара хăйне пулĕ.

22

(1) Кам та пулин вăкăр е сурăх вăрласа ăна пусас е сутса ярас пулсассăн, пĕр вăкăршăн пилĕк вăкăр, пĕр сурăхшăн тăватă сурăх тÿлĕ.

(2) Кам та пулин вăрттăн алтакан вăрра курса ăна вĕлермеллех çапас пулсассăн, ăна юншăн айăпламĕç;

(3) анчах та çакна хĕвел çутинче тунă пулсассăн, юншăн айăплă пулĕ. Вăрлаканни тÿлеме тивĕçлĕ; тÿлеме нимĕн те çук пулсассăн, хăй вăрланă япалишĕн тÿлеме ăна хăйне сутчăр;

(4) [ăна тытнă пулсассăн,] вăрланă выльăхĕ — вăкăри, ашаки, сурăхи — унăн аллинче чĕрĕ халлĕн тупăнсассăн, [вĕсемшĕн] икĕ хут ытларах тÿлетĕр.

(5) Эхер те кам та пулин хăйĕн выльăхне ют хире ярса хире е иçĕм çырли пахчине таптатса пĕтерсессĕн, [унти çимĕçне кура хăйĕн хирĕнчен тÿлетĕр; пĕтĕм хире таптатса тухас пулсассăн,] хăйĕн хирĕнчи чи лайăх çимĕçне, иçĕм пахчинчи чи лайăх çимĕçне патăр.

(6) Эхер те вутçулăм тухса йывăç тĕмĕсене хыпса илсессĕн, çĕмелсене е тырра пулла, е хире çунтарса ярсассăн, уншăн çав вутçулăма кăлараканни тÿлеме тивĕçлĕ.

(7) Эхер те кам та пулин хăйĕн кĕмĕлне е япалине çывăх çыннине упрама парсассăн, вĕсене унăн килĕнчен вăрласа тухсассăн, эхер те вăрри тупăнсассăн, вăл икĕ хут ытларах тÿлетĕр;

(8) вăрри тупăнмасассăн, çурт хуçи тÿресем умне пытăр та: «çывăх çыннăн япалине аллăмпа та тĕкĕнмерĕм» тесе [тупа тутăр].

(9) Кирек мĕнле тавлă япала пирки те — вăкăри вăл, ашаки, сурăхи, тумтири, çухалнă япалаи — кам та пулин «ку манăн» тесе калать пулсассăн, иккĕшĕн ĕçне те тÿресем патне çитермелле: тÿресем кама айăплаççĕ, çавă тепĕр çыннине икĕ хут ытларах тÿлетĕр.

(10) Кам та пулин хăйĕн ашакне е вăкăрне, е сурăхне, е тата урăх выльăхне çывăх çынни патне парса хăварсассăн, выльăхĕ вилес пулсассăн е амансассăн, е ăна тытса кайсассăн, анчах çакна никам та куракантăвакан пулмасассăн, иилсе юлаканĕ «çын япалине аллăмпа та тĕкĕнмерĕм» тесе Турă умĕнче тупа тутăр; вара выльăх хуçин çакăнпа çырлахмалла, лешĕн тÿлемелле мар;

(12) хăй патĕнченех вăрласа тухас пулсассăн, унăн выльăх хуçине тÿлемелле пулать;

(13) эхер те тискер кайăк çурса пăрахас пулсассăн, ĕнентермешкĕн çурнă выльăхне илсе пырса кăтарттăр: çурса пăрахнă выльăхшăн вăл тÿлемест.

(14) Эхер те кам та пулин хăйĕн çывăх çыннинчен выльăх тара илсессĕн, анчах выльăхĕ суранланас е вилес пулсассăн, хуçи унта пулман пулсассăн, тара илекенни тÿлеме тивĕçлĕ;

(15) хуçи унтах пулнă пулсассăн — тÿлемелле мар; выльăхне тара илнĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемелле пулнă, çавăн чухлĕ тÿлетĕр.

(16) Кам та пулин çураçман хĕре илĕртсе улталасассăн, унпа выртса çывăрсассăн, вăл ăна хулăм патăр, [ăна хăй валли] качча илтĕр;

(17) анчах ашшĕ çав çынна хĕрне пама [кăмăл тумасассăн,] килĕшмесессĕн, [ашшĕне] хĕршĕн паракан хулăм хакĕ чухлĕ кĕмĕл тÿлетĕр.

(18) Юмăçсене чĕрĕ ан хăвар.

(19) Выльăхпа хутшăнакан кирек хăш çынна та вĕлерме тытса панă пултăр.

(20) Çÿлхуçасăр пуçне урăх турăсене парне кÿрекене пĕтернĕ пултăр.

(21) Ютран килнĕ çынна ан хĕсĕрле, ăна ан пусмăрла, эсир хăвăр та Египет çĕрĕнче ютран пынă çын пулса пурăнтăр.

(22) Тăлăх арăмсене те, тăлăх ачасене те ан хĕсĕрлĕр;

(23) эсĕ вĕсене хĕсĕрлесессĕн, вĕсем Мана тилмĕрсе йăлăнĕç те, Эпĕ вĕсем йĕнине илтĕп,

(24) вара Манăн çиллĕм тулса çитĕ, сире хĕçпе вĕлерсе тухăп, арăмăрсем тăлăх арăм пулса юлĕç, ачăрсем тăлăха тăрса юлĕç.

(25) Манăн халăхăм хушшинчи чухăна укçа кивçен паратăн пулсассăн, ăна ан хĕсĕрле, унран услам ан ил.

(26) Эхер те хăвăн çывăх çыннунтан салук тумтир илсе юлсассăн, ăна хĕвел анса лариччен тавăрса пар,

(27) мĕншĕн тесессĕн вăл — унăн пĕртенпĕр витĕнкĕçĕ, унăн ÿтне витсе тăракан тумтирĕ: унсăр вăл мĕн витĕнсе çывăрĕ? вăл Мана тилмĕрсе йăлăнĕ те, Эпĕ илтĕп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ ырă кăмăллă.

(28) Халăху хушшинче тÿресене ан хурла, пуçлăха ан питле.

(29) Хăвăн анкартинчи малтан пуçтарса кĕртнĕ тырруна, малтан пухнă çырлуна [Мана парассине] вăраха ан яр. Хăвăн ывăлусенчен малтан çуралнине Мана пар;

(30) хăвăн вăкăру, сурăху [тата ашаку] тĕлĕшĕнчен те çавнах ту: çичĕ кунччен вĕсем амăшĕпе çÿреччĕр, саккăрмĕш кунне вĕсене Мана пар.

(31) Вара Манăн сăваплă çыннăмсем пулатăр; хирте тискер кайăк çурса пăрахнă выльăх ашне ан çийĕр, ăна йытта парăр.

23

(1) Шушă сăмаха ан итле. Сутра суя кÿнтелесе, ирсĕр çынна ан пулăш.

(2) Ушкăн хыççăн кайса усал ан ту, тавлă ĕçе татса панă чухне ушкăн хыççăн кайса чăнлăхран ан пăрăн; Зçынни чухăн пулнишĕнех ун хутне ан кĕр.

(4) Хăвăн тăшманун вăкăрне е унăн аташса кайнă ашакне тупсассăн, ăна ун патне илсе пыр;

(5) эхер те тăшманун ашакĕ хăй çине тиенĕ çăкĕ йывăррипе ÿкнине курас пулсассăн, ăна пăрахса ан кай; хуçине ашакне пушатма пулăш.

(6) Чухăн çыннун тавăçне йăнăш татса ан пар.

(7) Тĕрĕсмарлăхран пăрăн, айăпсăр çынна, тÿрĕ çынна ан вĕлер, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ йĕркесĕр çынна тÿрре кăлармастăп.

(8) Сĕрев ан йышăн, мĕншĕн тесессĕн сĕрев куçлă çыннах суккăр тăвать, тÿррисен ĕçне тÿнтерле кăтартать.

(9) Ютран килнĕ çынна ан кÿрентер, [ăна ан хĕсĕрле]: ютран килнĕ çыннăн чунне эсир пĕлетĕр, мĕншĕн тесессĕн хăвăр та Египет çĕрĕнче ютран пынă çын пулса пурăннă.

(10) Хăвăн çĕрне ултă çул акса çимĕç пуçтарса тăр, Иçиччĕмĕш çулне ăна кантарма хăвар, унпа чухăнсем тăранса пурăнччăр, вĕсем хыççăн юлнипе хирти кайăксем тăранччăр; хăвăн иçĕм çырли пахчипе çу йывăçĕ тĕлĕшĕнчен те çаплах ту.

(12) Ултă кун ĕçÿсене ту, çиччĕмĕш кунне кан; вăкăру та, ашаку та канччăр, хăрхăмун ывăлĕшĕн те, ютран килнĕ çыншăн та канăç пултăр.

(13) Эпĕ сире мĕн каланине пурне те туса пырăр, урăх турăсен ятне ан асăнăр; вăл санăн çăварунтан ан тухтăр.

(14) Çулталăкра Маншăн виçĕ уяв ту:

(15) тутлăлла çăкăр уявне туса тăр: Эпĕ сана хушнă пек, каласа хунă вăхăтра — авив уйăхĕнче — çичĕ кун тутлăлла çăкăр çи, мĕншĕн тесессĕн эсĕ çак уйăхра Египетран тухнă; Манăн куçăм умне пушă алăпа ан пыччăр;

(16) хирне акса, ху ĕçлесе тунă çĕнĕ тырă уявĕ ту, хирти ĕçÿсене пĕтерсессĕн, çулталăк вĕçĕнче çимĕç пухса кĕртнĕ ятпа авăн уявĕ ту.

(17) Санăн мĕнпур арçынну çулталăкра виçĕ хутчен Патша умне, [хăвăн] Çÿлхуçу умне, пырса тăтăр.

(18) [Эпĕ суя тĕнпе пурăнакансене санăн умăнтан хăваласа ярса санăн çĕрне анлăлатсассăн,] Мана кÿнĕ парненĕн юнне йÿçĕлле çăкăр çине ан юхтар, Мана кÿнĕ уяв парнийĕн ăш çăвĕ ирччен юлмалла мар.

(19) Хăвăн çĕрÿ çинчен малтан пуçтарнă çимĕçне Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, çуртне пырса пар. Качака путеккине амăшĕн сĕчĕпе ан пĕçер.

(20) Акă сана çул çинче сыхласа пымашкăн, сана [сан валли] Хам хатĕрлесе хунă вырăна кĕртмешкĕн Эпĕ сан умăнтан [Хамăн] Ангела яратăп;

(21) Унăн умĕнче хăвна тĕрĕс тыт, Унăн сăмахне итле; Ăна хирĕç ан тÿрменлен, мĕншĕн тесессĕн Вăл сирĕн çылăхăра каçармĕ: Унра — Манăн ятăм.

(22) [Манăн сăмахăма итлесессĕн, Эпĕ хăвна мĕн каланине пурне те пурăнăçласа тăрсассăн, Манăн халалăма упрасассăн, эсир пур йăх хушшинчен суйласа илнĕ халăхăм пулатăр, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм çĕр Манăн; эсир патша тивлетне илнĕ священниксем пулатăр, сăваплă халăхăм пулатăр. Çак сăмахсене Израиль ывăлĕсене каласа пар.] Эсĕ Унăн сăмахне итлесессĕн, Эпĕ [хăвна] мĕн каланине пурне те пурăнăçласа тăрсассăн, Эпĕ санăн тăшманусен тăшманĕ пулăп, сана хирĕç тăракансенĕн хирĕç тăраканĕ пулăп.

(23) Манăн Ангелăм санăн умăнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, Ханаансем, гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассăн, Эпĕ вĕсене [сирĕн умăртан] пĕтерсе тухсассăн,

(24) эсĕ вĕсен туррисене ан пуççап, вĕсемшĕн ан ĕçле, вĕсен ĕçĕсем евĕрлĕ еç ан ту, аркат весене, юписене ишсе антар:

(25) Çÿлхуçана, хăвăр Туррăра, ĕçлесе тăрăр, Вăл вара санăн тыррупуллуна, [санăн эрехне,] санăн шывна пиллĕ; сирĕн çинчен чирчĕре сирсе ярăп.

(26) Санăн çĕрÿнте вăхăтсăр çуратакан, ача туман арăм пулмĕ; санăн кун-çулна çителĕклĕ тăвăп.

(27) Хамăн сехреме сан умăнтан ярăп, эсĕ кирек мĕнле халăх патне çитсессĕн те, ăна сехĕрлентерсе ÿкерĕп, пур тăшманна та каялла çавăрса тартăп;

(28) сан умăнтан сăвăслан ярăп, вĕсем [аморрейсене,] евейсене, [иевусейсене,] Ханаансене тата хетсене сан патăнтан хăваласа ярĕç;

(29) çĕр пушанса ан юлтăр тесе, сана хирĕç хир кайăкĕсем йышлăланса ан кайччăр тесе вĕсене сан патăнтан пĕр çултах хăваласа кăлармăп:

(30) эсĕ ĕрчесе çитсе çак çĕре ху аллуна иличчен вĕсене сан патăнтан пĕчĕккĕнпĕчĕккĕн хăваласа пырăп.

(31) Санăн чиккÿсене Хĕрлĕ тинĕсрен пуçласа Филисти тинĕсĕ патне çитиччен, пушхиртен пуçласа [аслă] юханшыв [Евфрат] патне çитиччен тăвăп, çак çĕрти халăха сирĕн аллăра парăп, вара вĕсене ху патăнтан хăваласа ярăн;

(32) вĕсемпе те, вĕсен туррисемпе те [ан хутшăн,] туслă пулма канаш ан ту;

(33) вĕсем сана Мана хирĕç çылăха ан кĕртчĕр: çавăнпа вĕсем санăн çĕрÿнте пурăнмалла мар; эхер те эсĕ вĕсен туррисене пуççапас пулсассăн, ку саншăн таната пулĕ, тенĕ.

24

(1) Унтан Вăл Моисее каланă: Ааронпа иксĕр, Надавпа Авиуд тата Израилĕн çитмĕл пуçлăхĕ Çÿлхуçа патне улăхăр, [Çÿлхуçана] аякран пуççапăр;

(2) Моисей Çÿлхуçа патне пĕччен çывăхартăр, вĕсем ан çывăхарччăр, халăх та унпа пĕрле ан улăхтăр, тенĕ.

(3) Моисей пынă та Çÿлхуçа сăмахĕсене, мĕнпур саккуна пурне те халăха каласа панă. Пĕтĕм халăх пĕр çăвартан хуравланă: Çÿлхуçа каланине пурне те тăвăпăр, [кÿнтем пулăпăр,] тенĕ.

(4) Моисей Çÿлхуçа самахесене пурне те çырса хуна, унтан ирхине ирех тăрса ту айне парне вырăнĕ туса лартнă, Израилĕн вуникĕ йăхĕн хисепĕпе вуникĕ чул лартнă;

(5) вара Израиль ывăлĕсен яш ачисене янă та, вĕсем пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнесем илсе килнĕ, пăрусем пусса Çÿлхуçа [Турра] канăçлăх парни кÿнĕ.

(6) Юнăн çуррине илсе, Моисей ăна тирĕксене янă, тепĕр çуррипе парне вырăнне сирпĕтсе тухнă;

(7) унтан халал кĕнекине илнĕ те халăха сасăпа вуласа кăтартнă, вĕсем: Çÿлхуçа мĕн каланине пурне те тăвăпăр, кÿнтем пулăпăр, тенĕ.

(8) Моисей юн илнĕ те халăха сирпĕтсе каланă: ку — çак пĕтĕм сăмаха çирĕплетсе, Çÿлхуçа сирĕнпе çураçса хунă халалăн юнĕ, тенĕ.

(9) Унтан Моисейпе Аарон, Надавпа Авиуд тата Израилĕн çитмĕл пуçлăхĕ ту çине улăхнă,

(10) вĕсем Израиль Турри [тăнă вырăна] курнă; Унăн ури айĕнче темĕскер, таса сапфиртан тунă евĕрлĕскер, чăн тÿпе пекех çутăскер, пулнă. пИзраиль ывăлĕсем хушшинчен суйланă çынсем çине Хăйĕн аллине тăсман Вăл: вĕсем Турă [вырăнне] курнă, ĕçнĕ те, çинĕ те.

(12) Çÿлхуçа Моисее каланă: Ман патăма ту çине улăх та çавăнта тăр; сана чул хăмасем парăп, саккун, ÿкĕтсем парăп, Эпĕ вĕсене сире вĕрентме çырнă, тенĕ.

(13) Моисей вара Иисуспа, хăйне пулăшса тăраканпа, тăнă та Турă тăвĕ çине кайнă,

(14) пуçлăхсене çапла каласа хăварнă: эпир хăвăр патăра таврăниччен эсир çакăнтах юлăр; акă Ааронпа Ор сирĕнпе пĕрлех; камăн та пулин тавăç пулсассăн, вăл çавсем патне пытăр, тенĕ.

(15) Вара Моисей ту çине улăхнă, тăва пĕлĕт хупласа илнĕ,

(16) Синай тăвĕ çине Çÿлхуçа мухтавлăхĕ аннă; пĕлĕт ăна ултă кун хушши хупласа тăнă, çиччĕмĕш кунне [Çÿлхуçа] Моисее пĕлĕт ăшĕнчен чĕннĕ.

(17) Израиль ывăлĕсене ту тăрринчи Çÿлхуçа мухтавлăхĕ çунтарса яракан вут çулăм пек курăнса тăнă.

(18) Моисей, пĕлĕт варрине кĕрсе, ту çине улăхнă; Моисей ту çинче хĕрĕх кун та хĕрĕх каç пулнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

25

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсене кала: вĕсем Мана парне кÿччĕр; тимлĕ пулнипе паракан кирек хăш çынран та Ман валли парне илĕр.

(3) Эсир вĕсенчен илме тивĕçлĕ парнесем акă çаксем: ылтăн, кĕмĕл, пăхăр,

(4) сенкер çăм, хĕрхĕлтĕм çăм, йăм хĕрлĕ çăм, виссон, качака [çăмĕ],

(5) хĕрлĕ тутарнă така тирĕсем, кăвак тирсем, ситтим йывăçĕ,

(6) çутаткăç валли — йывăç çăвĕ, çу сĕрмешкĕн тата тĕтĕрмешкĕн — ырă шăршăлăх,

(7) оникс чулĕ, ефодпа* кăкăрлăх валли — харша лартмалли чулсем.

(8) Вĕсем Ман валли кĕлĕ çурчĕ тăвĕç те, Эпĕ вĕсем хушшинче пулăп;

(9) Эпĕ сана кĕлĕ чатăрĕн ĕлкине те, унти пĕтĕм савăт ĕлкине те кăтартрăм, пурне те Эпĕ кăтартнă пек [тăвăр]; çавăн пек тăвăр та.

(10) Ситтим йывăçĕнчен саккун арчи тăвăр: унăн тăршшĕ икĕ чике çурă, сарлакăшĕ чике çурă, çÿллĕшĕ чике çурă пултăр; иăна таса ылтăн сăр, тулашĕнчен те, шалтан та сăрса тух; çиелтен ун тавра [эрешлесе] ылтăн кăшăл çавăр;

(12) ун валли ылтăнран тăватă ункă шăратса ту, вĕсене унăн аялти тăватă кĕтессине çирĕплетсе ларт: икĕ ункине — унăн пĕр енне, икĕ ункине — унăн тепĕр енне.

(13) Ситтим йывăçĕнчен каштасем ту, вĕсене [таса] ылтăн сăрса çавăр;

(14) каштисене арчан икĕ айккинчи ункăсене тăхăнтарт, саккун арчине çапла каштапа çĕклесе çÿремелле пултăр;

(15) каштисем арча ункисенчех тăччăр, вĕсене кăларса хумалла мар.

(16) Арчана Эпĕ сана парас чул хăмасене хур.

(17) Арча хупăлчине те çавăн пекех таса ылтăнран ту: унăн тăршшĕ икĕ чике çурă, сарлакăшĕ чике çурă;

(18) тата ылтăнран икĕ херувим ту: хывсаçапса ту, вĕсене арча хупăлчин икĕ вĕçне туса * Çиелтен тăхăнмалли кĕске тумтир. ларт;

(19) пĕр херувимне пĕр хĕррине, тепĕр херувимне тепĕр хĕррине туса ларт; икĕ вĕçĕнчи херувимне те арча хупăлчинчен тухса тăнă пек тăвăр;

(20) херувимсем çуначĕсене çÿлелле сарса тăрĕç, çапла çуначĕсемпе арча хупăлчине хупăрласа тăрĕç, пичĕсем хирехирĕç пулĕç: херувимсен пичĕ арча хупăлчи çинелле пăхса тăрĕ.

(21) Хупăлчине арча çине çиеле хур, арчине Эпĕ сана парас саккун хăмисене хур;

(22) Эпĕ сана çавăнта курăнăп, Израиль ывăлĕсене сан урлă мĕн каламаллине пурне те Эпĕ сана арча хупăлчи çийĕнчен, саккун арчи çийĕнчи икĕ херувим хушшинчен пĕлтерсе тăрăп.

(23) Ситтим йывăçĕнчен сĕтел ту, тăршшĕ икĕ чике, сарлакăшĕ пĕр чике, çÿллĕшĕ чике çурă пултăр,

(24) ăна таса ылтăн сăр, ун тавра [эрешлесе] ылтăн кăшăл çавăр;

(25) ун тавра ывăç тупанĕ сарлакăш шакăлча туса çаврăн, шакăлчи тавра ылтăн кăшăл ту;

(26) ун валли тăватă ылтăн ункă ту та ункисене тăватă кĕтесе унăн тăватă ури çумне çыпăçтар;

(27) сĕтеле каштапа çĕклесе çÿреме каштине чикмелли ункисем шакăлча çумĕнче пулмалла;

(28) каштисене вара ситтим йывăçĕнчен ту, вĕсене [таса] ылтăн сăр, çакă сĕтеле çав каштасемпе çĕклесе çÿрĕç;

(29) çаплах тата ун валли тирĕксем, тĕтĕркĕчсем, чашăксем, ăсса ямалли куркасем ту: вĕсене таса ылтăнран ту;

(30) сĕтел çине Ман умăма яланах Турă умне хумалли çăкăрсем хурса тăр.

(31) Таса ылтăнран çутаткăç ту; çав çутаткăçа ылтăнран хывсаçапса ту; унăн туни пултăр, унран турачĕсем, чечек чашăкĕсем, улмисем, чечекĕсем тухса тăччăр;

(32) унăн аяккинчен ултă турат тухса тăтăр: çутаткăçăн виçĕ турачĕ — пĕр енчен, виçĕ турачĕ — тепĕр енчен;

(33) пĕр турачĕ çинче миндаль чечекĕ евĕрлĕ виçĕ чечек чăмăркки, улми, чечекĕсем пулччăр, тепĕр турачĕ çинче те миндаль чечекĕ евĕрлĕ виçĕ чечек чăмăркки, улми, чечекĕсем пулччăр: çутаткăçран тухса тăракан пур ултă турачĕ çинче те çапла пултăр;

(34) çутаткăç туни çинче вара миндаль чечекĕ евĕрлĕ тăватă чечек чăмăркки, улмисем, чечекĕсем пулччăр;

(35) çутаткăç тунинчен тухакан ултă туратăн икĕ турачĕ айĕнче пĕр улма пултăр тата тепĕр икĕ турачĕ айĕнче те улма, виççĕмĕш икĕ турат айĕнче те улма пултăр [тата çутаткăç туни çинче миндаль чечекĕ евĕрлĕ тăватă чечек чăмăркки пултăр];

(36) улмисем, турачĕсем унран тухса тăмалла: ăна таса ылтăнран, пĕр катрамран хывсаçапса тумалла.

(37) Ун валли çичĕ лампада ту, лампадисене ун çине ларт, вĕсем унăн мал енне çутатса тăччăр;

(38) ун валли таса ылтăнран хĕскĕчсем, ăскăчсем [ту];

(39) çутаткăçа, унăн пĕтĕм хатĕрхĕтĕрне пĕр талант таса ылтăнран туччăр.

(40) Асту, вĕсене хăвна ту çинче кăтартнă ĕлке евĕрлĕ ту.

26

(1) Кĕлĕ чатăрне вунă вителĕкрен ту, вĕсене пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тата сенкер, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран ту; ăстайлă ĕçлесе вĕсем çине херувимсен сăнне ÿкер;

(2) кашни вителĕк тăршшĕ çирĕм сакăр чике, кашни вителĕк сарлакăшĕ тăватă чике — пур вителĕкĕ те пĕр виçеллĕ.

(3) Пилĕк вителĕкне пĕрпĕринпе сыпăнтар, ытти пилĕк вителĕкне те пĕрпĕринпе сыпăнтар.

(4) Пĕрремĕш вителĕк хĕррине, икĕ тăрăхне сыпăнтарса тăракан вĕçне, сенкер йăлă туса тух; икĕ тăрăхне сыпăнтаракан юлашки вителĕк хĕррине те çавăн пекех ту;

(5) пĕр вителĕк çумне аллă йăлă ту, тепĕринпе сыпăнса тăракан вителĕк хĕррине те аллă йăлă ту; пĕр йăлли тепĕр йăллипе тĕлметĕл пултăр;

(6) тата аллă ылтăн каптăрма ту та пĕр вителĕкне тепĕринпе каптăрмапа çаклатса хур, вара кĕлĕ чатăрĕ пĕр пĕтĕм пулса тăрĕ.

(7) Кĕлĕ чатăрне витмелли вителĕксене качака çăмĕнчен ту; çавăн пек вунпĕр вителĕк ту;

(8) пĕр вителĕкĕн тăршшĕ вăтăр чике, сарлакăшĕ тăватă чике; ку — пĕр вителĕк: вунпĕр вителĕкĕ те пĕр виçеллĕ пултăр.

(9) Пилĕк вителĕкне — хăйне уйрăм, ултă вителĕкне хăйне уйрăм сыпăнтар; улттăмĕш вителĕкне, çурмаран хутлатса, кĕлĕ чатăрĕн мал енне витсе тăмалла ту.

(10) Хĕрринчи вителĕк хĕррине ăна тепĕринпе сыпăнтарма аллă йăлă ту, çакăнпа сыпăнтарма тепĕр вителĕк хĕррине аллă йăлă [ту]. иАллă пăхăр каптăрма ту, каптăрмисене йăллисенчен çаклат, çапла çивиттине сыпăнтар, вăл пĕр пĕтĕм пултăр.

(12) Кĕлĕ чатăрне витнĕ хыççăн юлнă ытлашши вĕçне — ытлашши вителĕкĕн çуррине — кĕлĕ чатăрĕн хыçал енне усăнтарса ярăр;

(13) кĕлĕ чатăрне витмелли вителĕк тăршшĕнчен ытлашши юлни, — пĕр енчен пĕр чике чухлĕ, тепĕр енчен тепĕр чике чухлĕ,— кĕлĕ чатăрне витсе тăмашкăн пĕр енчен те, тепĕр енчен те усăнса тăтăр.

(14) Çиелтен витмелли виттине хĕрлĕ тутарнă така тирĕсенчен ту, чи çиелти виткĕчне кăвак тирсенчен ту.

(15) Кĕлĕ чатăрĕ валли ситтим йывăçĕнчен пăрăссем ту, вĕсем тăратмалли юпасем пулччăр:

(16) тăршшĕне вунă чике [ту], кашни пăрăсĕн сарлакăшĕ чике çурă;

(17) кашни пăрăсĕн [вĕçĕнче] икĕ чĕмек, вĕсем пĕрпĕрне хирехирĕç: кĕлĕ чатăрĕн пĕтĕм пăрăсне çапла ту.

(18) Кĕлĕ чатăрĕ валли пăрăссем çапла ту: кăнтăр еннелле кăнтăр енĕ валли çирĕм пăрăс,

(19) çирĕм пăрăс айне лартма хĕрĕх кĕмĕл тĕп ту: пĕр пăрăсĕ айне унăн икĕ чĕмекĕ валли икĕ тĕп ту, тепĕр пăрăсĕ айне те унăн икĕ чĕмекĕ валли икĕ тĕп ту;

(20) кĕлĕ чатăрĕн çурçĕр енĕ валли те çирĕм пăрăс ту,

(21) вĕсем валли те хĕрĕх кĕмĕл тĕп ту: [унăн икĕ чĕмекĕ валли] пĕр пăрăс айне икĕ тĕп, тепĕр пăрăсĕ айне те [унăн икĕ чĕмекĕ валли] икĕ тĕп;

(22) кĕлĕ чатăрĕн хыçал енĕ валли анăç енне ултă пăрăс ту,

(23) кĕлĕ чатăрĕн хыçал енчи кĕтесĕсем валли икĕ пăрăс ту;

(24) вĕсене аялтан та ункăпа çирĕплетсе лартмалла, çÿлтен те ункăпа çирĕплетсе лартмалла: вĕсем иккĕшĕ те çапла пулмалла; вĕсем икĕ кĕтес валли пулччăр;

(25) çапла сакăр пăрăс пулĕ, вĕсем валли вунултă кĕмĕл тĕп: пĕр пăрăсĕ айне икĕ тĕп, тепĕр пăрăсĕ айне те [унăн икĕ чĕмекĕ валли] икĕ тĕп пулĕ.

(26) Ситтим йывăçĕнчен каштасем ту: пилĕк [кашта] кĕлĕ чатăрĕн пĕр енчи пăрăсĕсем валли,

(27) пилĕк кашта кĕлĕ чатăрĕн тепĕр енчи пăрăсĕсем валли тата пилĕк кашта кĕлĕ чатăрĕ хыçĕнчи, хыçал енĕн хĕвеланăç енчи пăрăсĕсем валли;

(28) витĕр ямалли кашти вара пăрăссем витĕр пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çити витĕр тухĕ;

(29) пăрăсĕсене ылтăн сăр, каштасем чикмелли ункăсене ылтăнран ту, каштисене те ылтăн сăр.

(30) Кĕлĕ чатăрне хăвна ту çинче кăтартнă ĕлке евĕрлĕ ларт.

(31) Сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран чаршав ту; ун çинче ăстайлăн тĕртсе тунă херувим сăнĕсем пулччăр;

(32) чаршава ситтим йывăçĕнчен тунă, ылтăн сăрнă, ылтăн çекĕллĕ, тăватă кĕмĕл тĕп çине лартнă тăватă юпаран çак;

(33) чаршава çекĕлсенчен çакса яр; унтан чаршав хыçне саккун арчи кĕртсе ларт; чаршав сăваплă пÿлĕмпе Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме уйăрса тăрĕ.

(34) Сăваплăран Сăваплă пÿлĕмри саккун арчи çине, Турă ирĕкне пĕлтерекен арча çине, хупăлчине хур.

(35) Чаршав тулашне сĕтел ларт, сĕтеле хирĕç кĕлĕ чатăрĕн кăнтăр енне çутаткăç ларт; сĕтелне [кĕлĕ чатăрĕн] çурçĕр енне ларт.

(36) Кĕлĕ чатăрне кĕмелли тĕле çакма сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тĕрĕпе эрешлесе чаршав ту;

(37) чаршав валли пилĕк ситтим юпа ту, вĕсене ылтăн сăр; вĕсем валли ылтăн çекĕлсем ту; вĕсем валли пăхăртан пилĕк тĕп шăратса ту.

27

(1) Ситтим йывăçĕнчен парне вырăнĕ ту: тăршшĕ пилĕк чике, сарлакăшĕ те пилĕк чике пултăр, вăл тăватă кĕтеслĕ, виçĕ чике çÿллĕш пултăр.

(2) Унăн тăватă кĕтессине мăйракасем ту, мăйракисем унран тухса тăччăр; ăна пăхăр сăр.

(3) Унта тыткалама кĕл ямалли чÿлмексем, калаксем, чашăксем, юплешкесем, кăмрăк ăскăчĕсем ту; çак хатĕрхĕтĕре пурне те пăхăртан ту.

(4) Тата пăхăртан ала евĕрлĕ решетке ту, çав ала евĕрлĕскерĕн тăватă кĕтессине тăватă пăхăр ункă ту;

(5) ăна парне вырăнĕ хĕррипе хурса çавăр, вăл аялтан пуçласа парне вырăнĕн çуррине çитмелле пултăр.

(6) Парне вырăнĕ валли каштасем ту, каштисене ситтим йывăçĕнчен ту, вĕсене пăхăр сăр;

(7) каштисене ункăсенчен витĕрсе хур, парне вырăнне çĕклесе кайнă чухне каштисем унăн икĕ айккинче пулччăр.

(8) Ăна, шалта хăвăл хăварса, хăмаран ту: сана ту çинче епле кăтартнă, [ăна] çавăн пек туччăр.

(9) Кĕлĕ чатăрĕ валли картиш ту: картишĕн кăнтăр еннелли кăнтăр каррисене пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тумалла, пĕр енчи тăршшĕ çĕр чике пулмалла;

(10) вĕсем валли çирĕм юпа, юписене лартма çирĕм пăхăр тĕп кирлĕ; юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсем кĕмĕл пулччăр. пÇавăн пекех çурçĕр енче те — çĕр чике тăршшĕ карă; вĕсем валли çирĕм юпа, вĕсене лартма çирĕм пăхăр тĕп кирлĕ; юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсем [тата вĕсен тĕпĕсем] кĕмĕл пулччăр.

(12) Картиш урлăшĕ валли, хĕвеланăç енне — аллă чике тăршшĕ карă; вĕсем валли вунă юпа, юписене лартма вунă тĕп.

(13) Картишĕн мал енчи урлăшĕ валли те, хĕвелтухăç енне — аллă чике тăршшĕ [карă]; [вĕсем валли вунă юпа, юписене лартма вунă тĕп].

(14) Пĕр енчи карăсен [çÿллĕшĕ] вунпилĕк чике пултăр, вĕсем валли виçĕ юпа, юписене лартма виçĕ тĕп;

(15) тепĕр енчи карăсен [çÿллĕшĕ те] вунпилĕк [чике] пултăр, вĕсем валли виçĕ юпа, юписене лартма виçĕ тĕп.

(16) Картишне кĕмелли çĕре çакмалли чаршавăн [çÿллĕшĕ] çирĕм чике пултăр, ăна сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тĕрĕпе эрешлесе тумалла; ун валли тăватă юпа, юписене лартма тăватă тĕп кирлĕ.

(17) Картиш тавра лартнă юпасене пурне те кĕмĕл хытаркачпа сыпантармалла; весен çекелĕсене — кĕмĕлрен, тĕпĕсене пăхăртан тумалла.

(18) Картиш тăршшĕ çĕр чике, сарлакăшĕ пур çĕрте те аллă чике, пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă карррисен çÿллĕшĕ пилĕк чике; юписен тĕпĕсем пăхăр пулччăр.

(19) Кĕлĕ чатăрĕнче тĕрлĕ ĕçре тыткалакан пĕтĕм хатĕрхĕтĕре те, унăн пĕтĕм шалчине те, картишĕн пĕтĕм шалчине те пăхăртан тумалла.

(20) Израиль ывăлĕсене çапла хуш: çутă çутмашкăн вĕсем сана çу йывăçĕн çырлинчен çапса юхтарнă таса çу кÿрсе тăччăр, çутаткăç пур вăхăтра та çунса тăтăр;

(21) ăна Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умĕнчи чаршав тулашĕнче, пуху чатăрĕнче, Ааронпа унăн ывăлĕсем каçран пуçласа ирччен Çÿлхуçа умĕнче çунтарса тăрĕç. Çакă Израиль ывăлĕсемшĕн сыпăкран сыпăка пыракан ĕмĕрхи йĕрке пултăр, тенĕ.

28

(1) Хăвăн пиччÿне Аарона, унпа пĕрле унăн ывăлĕсене те Израиль ывăлĕсем хушшинчен хăв патна ил, вăл Манăн священник пултăр; Аарона, Аарон ывăлĕсене Надава, Авиуда, Елеазара тата Ифамара ил.

(2) Аарон валли, хăвăн пиччÿ валли, мухтавлă та чаплă курăнмашкăн священник тумтирĕ ту.

(3) Астайлисене, Эпĕ ăслăлăхлă [тата хайлаллă] тунисене, пурне те кала: вĕсем Аарон валли ăна Манăн священникăм пулма халалланă чухне тăхăнтартма [священник] тумтирĕ туччăр.

(4) Вĕсем тумалли тумтирсем акă çаксем: кăкăрлăх, ефод {кĕске тумтир}, çиелти риза, тăваткал куçлă хитон {аялтан тăхăнмалли вăрăм тумтир}, кидар {пуçа тăхăнмалли} тата пиçиххи. Аарон пиччÿ валли, унăн ывăлĕсем валли сăваплă тумтирсем туччăр, вăл Манăн священникăм пултăр.

(5) Вĕсем ылтăн илччĕр, сенкер çăм, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăм, виссон илччĕр,

(6) ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран ăстайлă ĕçлесе ефод туччăр.

(7) Унăн икĕ вĕçне çыхăнтарма икĕ хулпуççи çинче те тăха пултăр.

(8) Ефод çийĕнчен çыхакан пиçиххие те çавăн пекех [таса] ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тумалла.

(9) Икĕ оникс чулĕ ил те вĕсем çине Израиль ывăлĕсен ячĕсене касса çыр:

(10) вĕсем çуралса пынă йĕркепе пĕр чулĕ çине вĕсен ултă ятне, тепĕр чулĕ çине ыттисен ултă ятне касса çыр; пчул пичет касса тăвакан çынна икĕ чул çине Израиль ывăлĕсен ячĕсене касса çыртар; вĕсене ылтăн харшана ларт,

(12) çакă икĕ чула ефод тăхисем çине çыпăçтарса ларт: ку чулсем Израиль ывăлĕсене асăнмалăх; вĕсене асра тытса тăмашкăн Аарон вĕсен ячĕсене Çÿлхуçа умĕнче хăйĕн икĕ хулпуççийĕ çинче йăтса çÿрĕ.

(13) Харшийĕсене [таса] ылтăнран ту;

(14) таса ылтăнранах икĕ вăчăра [ту], вĕсене явсаçыхса ту, çав явса тунă вăчăрасене [мал енчен хулпуççи çинчи] харшасем çумне çирĕплетсе хур.

(15) Ăстайлă ĕçлесе сут кăкăрлăхĕ ту; ăна ефод тунă пекех ту: ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран ту;

(16) вăл тăваткăл пулмалла, икĕ хутлă, тăршшĕ пĕр шит, анлăшĕ те пĕр шит пултăр;

(17) ун çине тăватă йĕрке харшаланă чул ларт; йĕркипе рубин, топаз, изумруд пултăр — ку пĕр йĕрки;

(18) иккĕмĕш йĕрки: карбункул, сапфир тата алмаз;

(19) виççĕмĕш йĕрки: яхонт, ахах тата аметист;

(20) тăваттăмĕш йĕрки: хризолит, оникс тата яспис; вĕсене ылтăн харшасене лартмалла.

(21) Израиль ывăлĕсен [вуникĕ ячĕ] шучĕпе, вĕсен ячĕсене [тата вĕсем хăçан çуралнине] кура çав чулсем [унăн икĕ хулпуççийĕ çинче] вуниккĕ пулмалла; пичет çине çырнă пек, кашнийĕ çине вуникĕ йăхран пĕрер ят касса çырмалла.

(22) Кăкăрлăх валли таса ылтăнранявсаçыхса вăчăрасем ту;

(23) кăкăрлăх валли тата ылтăнран икĕ ункă ту, икĕ [ылтăн] ункине кăкăрлăхăн икĕ вĕçне çыпăçтарса ларт;

(24) ылтăнран явсаçыхса тунă икĕ вăчăрана кăкăрлăхăн [икĕ] вĕçĕнчи икĕ ункине тир,

(25) икĕ вăчăран икĕ вĕçне вара икĕ харшапа çыхăнтар та ефод хулпуççийĕ çинчи тăхапа мал енĕнчен çыхăнтар;

(26) тата икё ылтăн ункă ту та кăкăрлăхăн аялти икĕ вĕçне, ефод çинче выртакан тÿнтер енне, çыпăçтар;

(27) çавăн пекех тата икĕ ылтăн ункă ту та вĕсене ефодăн икĕ енне, пиччĕн енчен, ефод пиçиххийĕнчен çÿлерех çирĕплетсе хур;

(28) кăкăрлăх ефод пиçиххийĕнчен çÿлерех пултăр, вăл ефод çинчен анса ан кайтăр тесе, кăкăрлăха ункисенчен ефод ункисем çумне сенкер çăмран тунă кантрапа çыхăнтармалла.

(29) Вара Аарон сăваплă пÿлĕме кĕнĕ чухне Çÿлхуçа умĕнче ялан асра тытмашкăн Израиль ывăлĕсен ячĕсене сут кăкăрлăхĕ çинче хăйĕн чĕри çумĕнче илсе çÿрĕ. [Сут кăкăрлăхне явса тунă вăчăрасемпе çыхăнтар, кăкăрлăхăн икĕ вĕçне те çапла çыхăнтар, харшаланă икĕ чула икĕ хулпуççи çинчи икĕ тăхапа мал енчен çыпăçтар.]

(30) Сут кăкăрлăхне урим тата туммим хур, Аарон [сăваплă пÿлĕме] Çÿлхуçа умне кĕнĕ чухне вĕсем унăн чĕри çумĕнче пулĕç; Аарон вара Израиль ывăлĕсен сутне яланах Çÿлхуçа умĕнче хăйĕн чĕри çумĕнче илсе çÿрĕ.

(31) Ефодпа тăхăнмашкăн пĕтĕмпех сенкер тĕслĕ çиелти риза ту;

(32) унăн варринче пуçа чиксе тăхăнмашкăн ана пулмалла; çуркаланасран, çирĕп пултăр тесе, ун тавра пир хăю тытса çаврăн;

(33) унăн арки вĕçне, пĕтĕм арки тавра, сенкер çипрен, яхонт тĕслĕ çипрен, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çипрен [тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран] нар улмисем туса çакса тух; аркă тавра [çавнашкал улмасем тата] вĕсем хушшинче ылтăн шăнкăравсем:

(34) риза арки тавра ылтăн шăнкăрав та улма, ылтăн шăнкăрав та улма пултăр;

(35) ăна Аарон кĕлĕ тунă чухне тăхăнĕ: Аарон Çÿлхуçа умне сăваплă пÿлĕме кĕнĕ чухне те, ун тан тухнă чухне те сасă илтĕнсе тăтăр, унăн вилмелле ан пултăр.

(36) Лайăх якатса таса ылтăнран пĕчĕкçĕ çутанкка ту, пичет çине касса çырнă пек, ун çине «Туррăн Сăваплă Япали» тесе касса çыр,

(37) ăна сенкер кантрапа кидар çумне çыхса хур, вăл кидарăн мал енче пултăр;

(38) вăл Ааронăн çамкийĕ çинче пулĕ, вара Аарон Израиль ывăлĕсем кÿрекен парнесен, вĕсем кÿрекен мĕнпур парнесен çитменлĕхĕсене хăй çинче илсе çÿрĕ; Çÿлхуçа вĕсемшĕн кăмăллă пултăр тесе, çав çутанкка яланах унăн çамкийĕ çинче пулĕ.

(39) Тата виссонран хитон ту, виссонранах кидар ту тата эрешлĕ пиçиххи ту.

(40) Аарон ывăлĕсем валли те — мухтавлă та чаплă курăнмашкăн — хитонсем ту, пиçиххисем ту, вĕсем валли пуç çыххийĕсем ту;

(41) çавна Аарон пиччÿне тата унпа пĕрле унăн ывăлĕсене те тăхăнтарт, вĕсене çу сĕр, вĕсен аллисене тултар {Ааронпа унăн ывăлĕсене священник пулма çапла туса çитер тенине пĕлтерет}*, вĕсене тасалăх тивлечĕ кÿр, вара вĕсем Манăн священникăмсем пулĕç.

(42) Вĕсем валли йĕтĕнрен аялти кĕпе ту, вăл вĕсен ÿчĕн çарамасне пилĕкрен пуçласа чĕркуççийĕ таран витсе тăтăр,

(43) пуху чатăрне кĕнĕ чухне е сăваплă вырăнта кĕлĕ тумашкăн парне вырăнĕ патне пынă чухне [хăйсем çине] çылăх илсе вилес мар тесессĕн, Аарон çинче тата унăн ывăлĕсем çинче çак тумсем пулччăр. Çакă уншăн хăйшĕн те, ун хыççăн пулас ăрăвĕсемшĕн те ĕмĕрлĕх йĕрке [пултăр], тенĕ.

29

(1) Вĕсене Манăн священниксем пулма халаллас тесессĕн, вĕсем тĕлĕшĕнчен санăн акă мĕн тумалла: ĕне выльăхран пĕр пăру ил, айăпсăр икĕ така ил,

(2) тата тутлăлла çăкăрсем, йывăç çăвĕпе хутăштарса тутлăлла пĕçернĕ çăкăрсем, йывăç çăвĕ сĕрнĕ тутлăлла пашалусем ил: вĕсене тулă çăнăхĕнчен пĕçер,

(3) вĕсене пĕр пĕрнене хурса, пĕрнепе илсе пыр, пăрупа икĕ такине те пĕрлех илсе пыр.

(4) Ааронпа унăн ывăлĕсене вара пуху чатăрне кĕмелли çĕре илсе пыр та вĕсене шывпа çуса тасат.

(5) Вара [сăваплă] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа çиелти риза, ефодпа кăкăрлăх тăхăнтарт, ефод çинчен пиçиххи çыхса яр;

(6) пуçне кидар тăхăнтарт, кидарĕ çине тасалăх тивлетне кăтартакан çутанкка çыпăçтар;

(7) унтан сĕрмелли йывăç çăвĕ ил те унăн пуçĕ çине юхтар, ăна çу сĕр.

(8) Унăн ывăлĕсене те илсе пыр, вĕсене те хитон тăхăнтарт;

(9) вĕсене, Ааронпа унăн ывăлĕсене, пиçиххи çыхса яр, пуç çыххийĕсем çых, вара йĕрке тăрăх священник пуласси ĕмĕрех вĕсене пулĕ; çапла Ааронпа унăн ывăлĕсен аллине тултар.

(10) Пăрăва пуху чатăрĕ умне илсе пыр, [Çÿлхуçа умĕнче пуху чатăрĕн алăкĕ патĕнче] Ааронпа унăн ывăлĕсем хăйсен аллисене пăру пуçĕ çине хуччăр; ппăрăва Çÿлхуçа умĕнче пуху чатăрне кĕнĕ çĕрте пус;

(12) пăру юнне ил те пÿрнÿпе парне вырăнĕн мăйракисене сĕрсе тух, [юлашки] юнне пĕтĕмпех парне вырăнĕн никĕсĕ умне тăк;

(13) ăшĕнчи мĕнпур çăвĕпе пĕверĕ çинчи çу çурхахне, икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне ил те парне вырăнĕ çинче çунтар;

(14) пăру ашне, унăн тирне, унăн тасамарлăхне тапăр тулашĕнче вутçулăмпа çунтарса яр: ку — çылăхшăн кÿнĕ парне.

(15) Пĕр такине ил те, Ааронпа унăн ывăлĕсем аллисене така пуçĕ çине хурĕç;

(16) вара такана пус та, унăн юнне илсе, парне вырăнне пур енчен те сирпĕтсе тух;

(17) такана касса пайла, унăн ăш-чиккине, ури тунине [шывпа] çу, вĕсене касса вакланă пайĕсем çине, унăн пуçĕ çине хур;

(18) вара такана парне вырăнĕ çинче пĕтĕмпех çунтарса яр. Ку — Çÿлхуçашăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парне, Çÿлхуçана кÿнĕ ырă шăршăллă парне.

(19) Тепĕр такине те илсе пыр, Ааронпа унăн ывăлĕсем аллисене така пуçĕ çине хурĕç;

(20) вара такана пус та, унăн юнне илсе, Ааронăн сылтăм хăлхин хĕррине, унăн ывăлĕсен сылтăм хăлхисен хĕррине сĕр тата вĕсен сылтăм аллисен пуç пÿрнине, сылтăм урисен пуç пÿрнине сĕр; унтан парне вырăнне пур енчен те юн сирпĕтсе тух;

(21) парне вырăнĕ çинчи юна тата сĕрмелли йывăç çăвне ил те Аарон çине, унăн тумтирĕ çине, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем çине, ывăлĕсен тумтирĕ çине сирпĕт — вара вăл та, унăн тумтирĕ те, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, вĕсен тумтирĕсем те тасалăх тивлечĕ илĕç.

(22) Така çăвĕпе хÿре чикки çăвне ил, ăшĕнчи çăвне, пĕвер çинчи çу çурхахне, икĕ пÿрипе вĕсем çинчи çăвне тата сылтăм хулне ил [мĕншĕн тесессĕн вăл — священник тивлетне панă чухне кÿрекен така],

(23) Çÿлхуçа умĕнчи пĕрнерен пĕр çаврака çăкăр, йывăç çăвĕпе хутăштарнă çăнăхран пĕçернĕ пĕр пашалу тата пĕр тутлăлла çăкăр ил,

(24) вара пурне те Аарон алли çине, унăн ывăлĕсен алли çине хур, çакна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿр;

(25) ăна вĕсен алли çинчен ил те парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнепе пĕрле çунтарса яр, ырă шăрши Çÿлхуçа умĕнче пултăр: ку — Çÿлхуçана кÿнĕ парне.

(26) Аароншăн кÿмелли така ăмрине ил те ăна Çÿлхуçа умĕнче силлентерсе парне кÿр — çакă санăн паю пулĕ;

(27) Ааронпа унăн ывăлĕсемшĕн памалли такан силлентерсе кÿнĕ ăмрипе çĕклентерсе панă хулне тасалăх тивлечĕ кÿр —

(28) çакă Израиль ывăлĕсен Ааронпа унăн ывăлĕсене ĕмĕрех парса тăмалли пайĕ пулĕ, мĕншĕн тесессĕн ку — çĕклентерсе кÿрекен парне; çĕклентерсе панине Израиль ывăлĕсенчен [Израиль ывăлĕсем] канăçлăх парни кÿнĕ чухне илмелле, ку — вĕсем Çÿлхуçана кÿрекен парне.

(29) Аароншăн тунă сăваплă тумтир ун хыççăн кайран унăн ывăлĕсене тивĕçĕ; вĕсене çав тумтире тăхăнтартса, çу сĕрсе, священник тивлетне парĕç;

(30) Аарон ывăлĕсенчен пĕри, унăн вырăнне пулас [ас лă] священник — сăваплă пÿлĕмре кĕлĕ тумашкăн пуху чатăрне кĕрес çын — çав тумтире çичĕ кун хушши тăхăнса çÿремелле.

(31) Парне такине ил те унăн ашне сăваплă çĕрте пĕçер;(32) Ааронпа унăн ывăлĕсем çав така ашне тата пĕрнерен çăкăр илсе пуху чатăрĕн алăкĕ умĕнче çиччĕр:

(33) вĕсен хăйсене тасатнă чухне, хăйсене священник пулма халалланă чухне тата хăйсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ чухне панă парнене хăйсенех çимелле; ăна урăх çын ан çитĕр, вăл сăваплă япала;

(34) священника кĕртнĕ чухнехи парне ашĕпе çăкăр ирччен юлас пулсассăн, юлашкине вутçулăм çинче çунтарса яр: ăна çиме юрамасть, вăл сăваплă япала.

(35) Ааронпа унăн ывăлĕсем тĕлĕшĕнчен пурне те Эпĕ хăвна хушнă пек ту; çичĕ кун хушши вĕсен аллине тултар.

(36) Вĕсене тасатмашкăн кулленех çылăхшăн пăру кÿрсе тăр, парне вырăнне тасатмашкăн ун çинче çылăх парни кÿр, ăна тасалăх тивлечĕ кÿмешкĕн ăна тата çу сĕр;

(37) парне вырăнне çичĕ кун тасат, ăна тасалăх тивлечĕ кÿр, вара парне вырăнĕ аслă сăваплă япала пулĕ: парне вырăнне сĕртĕнекенни пурте тасалăх тивлечĕ илĕ.

(38) Парне вырăнĕ çинче эсĕ акă çакна кÿрĕн: [яланхи парне валли] кулленкун вĕçĕмех [айăпсăр] пĕр çулхи икĕ путек кÿрĕн;

(39) пĕр путеккине ирхине кÿр, тепĕр путеккине каçхине кÿр,

(40) путек пуçне чĕрĕк гин чухлĕ чи паха йывăç çăвĕпе хутăштарнă пĕр Ефа тулă çăнăхĕн вуннăмĕш пайне тата парне çине юхтармашкăн чĕрĕк гин эрех илсе кил;

(41) тепĕр путеккине каçхине кÿр: ирхинехи пекех, çăнăх парнипе тата парне çине юхтармаллипе пĕрле кÿр, ырă шăрши Çÿлхуçана кăмăллă пултăр.

(42) Çакă — сирĕн сыпăкран сыпăка пуху чатăрĕн алăкĕ умĕнче, Çÿлхуçа умĕнче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли яланхи парне, санпа калаçмашкăн Эпĕ сире çавăнта курăнăп;

(43) Израиль ывăлĕсене çавăнта курăнăп, çав вырăн Манăн мухтавлăхăмпа сăваплă пулĕ.

(44) Пуху чатăрĕпе парне вырăнне тасалăх тивлечĕ кÿрĕп; Ааронпа унăн ывăлĕсене те, священниксем туса, Хамшăн ĕçлесе тăмашкăн тасалăх тивлечĕ парăп;

(45) Израиль ывăлĕсем хушшинче пурăнăп, вĕсенĕн Турри пулăп,

(46) вара вĕсем Эпĕ Çÿлхуçа, хăйсенĕн Турри, иккенне, Эпĕ вĕсене Хам вĕсем хушшинче пурăнассишĕн Египет çĕрĕнчен илсе тухнине пĕлĕç. Эпĕ Çÿлхуçа, вĕсенĕн Турри, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

30

(1) Тата тĕтĕрсе кÿмелли парне вырăнĕ ту, ăна ситтим йывăçĕнчен ту:

(2) унăн тăршшĕ пĕр чике, сарлакăшĕ те пĕр чике пултăр; вăл тăватă кĕтеслĕ пулмалла; çÿллĕшĕ унăн икĕ чике пултăр; унран мăйракисем тухса тăччăр; Зăна таса ылтăн сăр, çине те, йĕритавра аяккисене те, мăйракисене те сăр; ун тавра ылтăн кăшăл туса çавăр;

(4) кăшăлĕ айне икĕ кĕтессине [таса] ылтăнран икĕ ункă ту; унăн икĕ енне те çапла ту; вĕсем ăна çĕклесе çÿремешкĕн, каштисене тăхăнтартмашкăн пулĕç;

(5) каштисене ситтим йывăçĕнчен ту, вĕсене ылтăн сăр.

(6) Ăна Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умĕнчи чаршав умне, Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи çинчи хупăлчана хирĕç ларт, Эпĕ сана çавăнта курăнăп.

(7) Ун çинче Аарон ырă шăршăллă тĕтĕм тĕтĕрĕ; кашни ир, лампАдăсем хатĕрленĕ чухне, вăл ырă шăршă тĕтĕрĕ;

(8) каçхине лампАдăсем çутнă чухне те Аарон ырă шăршă тĕтĕрĕ: Çÿлхуçа умĕнче яланах сыпăкран сыпăка çапла тĕтĕрсе тăрăр.

(9) Ун çинче урăх нимĕн те ан çунтарăр, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне те, тырăпулă парни те ан пултăр, ун çине юхтарса паракан парне те ан юхтарăр.

(10) Аарон çулталăкра пĕрре унăн мăйракисене тасатса тăрĕ; ăна çылăхран тасатма кÿрекен парне юнĕпе çулталăкра пĕрре ĕмĕрех сыпăкран сыпăка тасатса тăрĕ. Ку — Çÿлхуçанăн аслă сăваплă япали, тенĕ. пÇÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(12) эсĕ Израиль ывăлĕсене пăхса шутласа тухнă чухне, кашнийĕ хăйне шутланă чухне хăйĕн чунĕшĕн Çÿлхуçана тÿлев кÿтĕр, вара вĕсене шутланă чухне вĕсем хушшинче пĕтерекен чир пулмĕ;

(13) шута кĕрекен кирек хăш çын та таса сикль виçипе çур сикль пама тивĕçлĕ; сикльре — çирĕм гера: Çÿлхуçана çур сикль кÿмелле;

(14) шута кĕрекен кашни çын, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан иртнисем, Çÿлхуçана парне кÿме тивĕçлĕ;

(15) хăвăр чунăршăн Çÿлхуçана тÿлемеллине пуяннин çур сикльрен ытла мар, чухăннин çур сикльрен кая мар памалла;

(16) Израиль ывăлĕсем хăйсемшĕн тÿленĕ кĕмĕле ил те унпала пуху чатăрĕнче кĕлĕ ĕçĕнче усă кур; çакă сирĕн чунăрсене çăлмашкăн Çÿлхуçа умĕнче Израиль ывăлĕсем çинчен астутарса тăни пулĕ, тенĕ.

(17) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(18) çăвăнмашкăн пăхăр савăт ту, унăн тĕпне те пăхăртан ту, ăна пуху чатăрĕпе парне вырăнĕ хушшине ларт, унта шыв яр;

(19) Ааронпа унăн ывăлĕсем хăйсен аллине, урине çавăнтан çуса тăччăр;

(20) вĕсен вилмелле ан пултăр, çавăнпа пуху чатăрне кĕмелле чухне вĕсем шывпа çăвăнса тасалччăр; парне вырăнĕ патне Çÿлхуçана парне кÿме пымалла чухне те

(21) вĕсен вилмелле ан пултăр, çавăнпа вĕсем хăйсен аллине, урине шывпа çуса тасатчăр; çакă вĕсемшĕн, уншăн тата унăн тăхăмĕсемшĕн сыпăкран сыпăка пыракан ĕмĕрхи йĕрке пулĕ, тенĕ.

(22) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(23) чи паха ырă шăршăлах ил: таса сикль виçипе шутласассăн, хăй тĕллĕн юхса тăракан смирна — пилĕкçĕр [сикль], унăн çурри чухлĕ — икçĕр аллă сикль — ырă шăршăллă корица, икçĕр аллă сикль ырă шăршăллă хăмăш,

(24) пилĕкçĕр сикль касия тата пĕр гин йывăç çăвĕ ил;

(25) çак сенчен, вĕсене хутăштарса, тасалăх тивлечĕ кÿмелли мирă ту, ăна сĕрмелли çу тăвакан ăста çыннăн ăстайĕпе ту: çакă тасалăх тивлечĕ кÿрекен мирă пулĕ;

(26) вара унпала пуху чатăрне, [кĕлĕ чатăрĕнчи] Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчине,

(27) сĕтелпе унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне, çутаткăçпа унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне, тĕтĕрмелли парне вырăнне,

(28) пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне вырăнĕпе унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне тата çăвăнмалли савăтпа унăн тĕпне сĕрсе тух;

(29) вĕсене тасалăх тивлечĕ кÿр, вĕсем вара аслă сăваплă япала пулĕç: вĕсене сĕртĕнекенни пурте тасалăх тивлечĕ илĕ;

(30) Ааронпа унăн ывăлĕсене те сĕр, вĕсене Манăн священникăмсем пулма халалла.

(31) Израиль ывăлĕсене кала: ку Манăн сирĕншĕн сыпăкран сыпăка тасалăх тивлечĕ кÿмелли мирă пулĕ, те;

(32) ăна ытти çынсен ÿтне сĕрме юрамасть, ăна тунă хутăшран [хăвăр валли] ун пек çу ан тăвăр; вăл — сăваплă япала: сирĕншĕн вăл сăваплă япала пулмалла;

(33) эхер те кам та пулин çавăн пек çу тăвать е кам та пулин унпа урăх çынна сĕрет, çавна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç, те, тенĕ.

(34) Çÿлхуçа Моисее тата каланă: ырă шăршăлăх: стакти, оних, тутлă шăршăллă халван тата таса ливан ил, пурне те пĕр пек ил,

(35) çавсенчен вара, сĕрмелли çу тăвакан ăста çыннăн ăстайĕпе, ăвнă, тасатнă, тĕтĕрмелли сăваплă хутăш ту,

(36) ăна тÿсе вĕтет те пуху чатăрне, Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умне, Эпĕ сана курăнакан çĕре, хур: ку сирĕншĕн аслă сăваплă япала пулĕ;

(37) çавăн пек хутăштарса хăвăр валли тĕтĕрмелли ан тăвăр: санăн вăл Çÿлхуçа валли сăваплă япала пултăр;

(38) кам та пулин çавăн пек тĕтĕрмелли тусассăн, [çав чуна] хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерĕç, тенĕ.

31

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) асту, Эпĕ Веселеила — Иуда йăхĕн çыннине, Ор ывăлĕн Уриян ывăлне — суйласа лартатăп;

(3) Эпĕ ăна Турă Сывлăшĕ патăм, ăслăлăх, хайлалăх, пĕлÿ тата тĕрлĕ ăсталăх патăм,

(4) ылтăнран, кĕмĕлрен, пăхăртан, [сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран] япаласем тума,

(5) харшана лартмалли чулсем касма, тĕрлĕ ĕç валли йывăç каскалама вĕрентрĕм;

(6) акă Эпĕ ăна хăйне пулăшса тăмашкăн Аголиава — Дан йăхĕн çыннине, Ахисамах ывăлне — паратăп, кашни ăслă çын чĕрине ăслăлăх хывăп, вĕсем Эпĕ сана мĕн хушнине пурне те туса çитерччĕр:

(7) пуху чатăрне, Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчипе унăн хупăлчине, кĕлĕ чатăрĕн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне,

(8) сĕтелпе унăн [пĕтĕм] хатĕрхĕтĕрне, таса ылтăнран тунă çутаткăçпа унăн пĕтĕм хатĕрхĕтĕрне, тĕтĕрмелли парне вырăнне,

(9) пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне вырăнĕпе унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне, çăвăнмалли савăтпа унăн тĕпне,

(10) Аарон священникăн кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли тумтирне тата сăваплă тумтирне, унăн ывăлĕсенĕн кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли тумтирне, Исĕрмелли çăва, сăваплă пÿлĕмре ырă шăршă тĕтĕрмеллине — вĕсем пурне те Эпĕ сана хушнă пек тăвĕç, тенĕ.

(12) Çÿлхуçа Моисее каланă:(13) Израиль ывăлĕсене çапла кала: Манăн шăматкунăмсене уяса тăрăр, мĕншĕн тесессĕн ку — Эпĕ сире тасалăх тивлечĕ парса тăракан Çÿлхуçа иккенне пĕлтерсе тăмашкăн Манпала сирĕн хушшăмăра сыпăкран сыпăка хунă хăват палли;

(14) шăматкуна уяса тăрăр, мĕншĕн тесессĕн вăл сирĕншĕн сăваплă: кам ăна ирсĕрлентерет, çавна вĕлермелле туччăр; кам çав кун ĕç ĕçлет, çав чуна хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтерччĕр;

(15) ултă кун ĕç ĕçлеччĕр, çиччĕмĕшĕ — канăçлăх шăмачĕ, ăна Çÿлхуçана халалланă: шăматкун ĕç ĕçлекен кирек хăш çынна та вĕлерме тытса паччăр;

(16) Израиль ывăлĕсем шăматкуна упраччăр, ĕмĕрлĕхе панă халал вырăнне хурса, сыпăкран сыпăка уявласа тăччăр;

(17) ку — Манпа Израиль ывăлĕсем хушшине ĕмĕрлĕхе хунă паллă, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа тÿпепе çĕре ултă кун пултарнă, çиччĕмĕш кунне канлĕхлĕ, канăçлă тунă, тенĕ.

(18) [Турă] Синай тăвĕ çинче Моисейпе калаçма чарăнсассăн, ăна Хăй пĕлтернине çырнă икĕ хăма, чул хăмасем, панă; çав хăмасем çине Турă Хăй аллипе çырнă.

32

(1) Моисей ту çинчен вăрахчен анманнине курсассăн, халăх Аарон патне пухăннă та ăна каланă: тăр та пире турă туса пар, вăл пирĕн умран пытăрччĕ: хамăра Египет çĕрĕнчен ертсе тухнă çакă çынна, Моисее, мĕн пулнине пĕлместпĕр, тенĕ.

(2) Аарон вĕсене каланă: хăвăр арăмăрсен, ывăлăрсен, хĕрĕрсен хăлхисенчен ылтăн алкисене кăларса илĕр те ман патăма илсе килĕр, тенĕ.

(3) Пĕтĕм халăх хăйĕн хăлхисенчи ылтăн алкасене кăларса илнĕ те Аарон патне илсе пынă.

(4) Вăл çакна вĕсен аллинчен илнĕ те шăратса пăру кĕлетки тунă, ăна каскăчпа якатнă. Вара вĕсем: эй Израиль, акă сана Египет çĕрĕнчен илсе тухнă турру! тенĕ.

(5) Çавна курсассăн, Аарон унăн умне парне вырăнĕ лартса панă, унтан Аарон пĕлтернĕ: ыран Çÿлхуçа уявĕ, тенĕ.

(6) Тепĕр кунне вĕсем ирех тăнă та пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесем кÿнĕ, канăçлăх парнисем илсе пынă; вара халăх ĕçмеçиме ларнă, кайран тăнă та выляма пуçланă.

(7) Çÿлхуçа Моисее каланă: васка [кунтан] анмашкăн, мĕншĕн тесессĕн санăн халăху, эсĕ Египетран илсе тухнă халăху, пăсăлса кайрĕ;

(8) Эпĕ кăтартнă çултан вĕсем часах пăрăнса кайрĕç: хăйсем валли пăру кĕлетки шăратса турĕç, ăна пуççапрĕç, ăна парне кÿчĕç: эй Израиль, акă сана Египет çĕрĕнчен илсе тухнă турру! терĕç, тенĕ.

(9) Çÿлхуçа Моисее тата каланă: Эпĕ ку халăха куратăп, акă вăл — чурăс халăх;

(10) эппин, Ман патăмран кай, Ма нăн çиллĕм вĕсем çине тăвăлса çиттĕр, вĕсене пĕтерем те санран йышлă халăх ĕрчетем, тенĕ. иАнчах Моисей Çÿлхуçана, хăйĕн Туррине, тархаслама пуçланă, вăл каланă: эй Çÿлхуçамăм, Египет çĕрĕнчен хăватлă вăюпа, çирĕп аллупа илсе тухнă хăвăн халăху çине çиллÿ тăвăлса ан çиттĕрччĕ,

(12) Египет çыннисен: вĕсене Вăл тусем хушшинче вĕлерсе пĕтерме, вĕсене çĕр пичĕ çинчен пĕтерсе тăкма илсе тухнă, тесе каламалла ан пултăрччĕ; Хăвăн çулăмлă çиллÿне пăрса ярсамччĕ, Хăвăн халăхна пĕтерес шухăшна улăштарсамччĕ;

(13) Хăвăн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччĕ, Эсĕ вĕсене Хăвна асăнса тупа туса каланă: сирĕн вăрлăхăра йышлăран та йышлă, тÿпери çăлтăрсем чухлĕ, тăвăп, Эпĕ каланă çакă пĕтĕм çĕре сирĕн вăрлăхăра парăп, [ăна] вĕсем ĕмĕрех тытса тăрĕç, тенĕ.

(14) Çÿлхуçа вара Хăй халăхĕ çине сехмет ярăп тесе каланине улăштарнă.

(15) Моисей каялла çаврăнса ту çинчен аннă; унăн аллинче саккун çырнă икĕ [чул] хăма пулнă, икĕ енне те çырнă пулнă: пĕр енне те, тепĕр енне те çырнă пулнă;

(16) чул хăмасем Турă ĕçĕ пулнă, чул хăмасем çине çырнă çырусем те Турă çырăвĕсем пулнă.

(17) Иисус шавлакан халăх сассине илтнĕ те Моисее каланă: тапăрта вăрçă шавĕ илтĕнет, тенĕ.

(18) Анчах [Моисей]: çук, ку çĕнтерекенсем кăшкăрни те мар, ÿкекеннисем çухăрни те мар; эпĕ юрлакансен сассине илтетĕп, тенĕ.

(19) Тапăр патне çывăхарсассăн, пăру кĕлеткине тата ташлакансене курсассăн, унăн çилли тăвăлса çитнĕ те, вăл, аллинчи чул хăмасене çĕре вăркăнтарса, вĕсене ту айĕнче çапса çĕмĕрнĕ;

(20) унтан вăл вĕсем тунă пăрăва илнĕ те ăна вутçулăмпа çунтарса янă, ăна, тусан пек ăвса, шыва сапнă та шывне Израиль ывăлĕсене ĕçме панă.

(21) Моисей Аарона каланă: ку халăх сана мĕн турĕ, мĕншĕн эсĕ ăна пысăк çылăха кĕртрĕн? тенĕ.

(22) Анчах Аарон [Моисее] каланă: манăн хуçамăн çилли тулса ан çиттĕрччĕ; хăвах пĕлетĕн — ку халăх чарусăр.

(23) Вĕсем мана: пире турă туса пар, вăл пирĕн умран пытăрччĕ, мĕншĕн тесессĕн пире Египет çĕрĕнчен илсе тухнă çакă çынна, Моисее, мĕн пулнине пĕлместпĕр, терĕç.

(24) Эпĕ вĕсене: камăн ылтăн пур, хăвăр çинчен хывăр, терĕм. [Вĕсем хыврĕç те] мана пачĕç; эпĕ ăна вутта пăрахрăм та, çакă пăру пулса тăчĕ, тенĕ.

(25) Моисей ĕнтĕ çакă халăх чарусăр иккенне курнă, Аарон ирĕк панипе вăл чарусăрла хăтланнă, тăшманĕсем умĕнче намăса юлнă.

(26) Вара Моисей тапăр хапхи умне тăнă та: хăшĕ Çÿлхуçанăн, [кил] ман патăма! тенĕ. Ун патне Левий ывăлĕсем пурте пухăнса тăнă.

(27) Моисей вĕсене каланă: Çÿлхуçамăр, Израиль Турри, çапла калать: кашнийĕ хăйĕн хĕçне вĕче çумне çакса ярăр, тапăр тăрăх пĕр хапха патĕнчен тепĕр хапха патне çитиччен каллĕмаллĕ утса тухăр, кашнийĕ хăйĕн тăванне, кашнийĕ хăйĕн тусне, кашнийĕ хăйĕн çывăх çыннине вĕлерĕр, тет, тенĕ.

(28) Левий ывăлĕсем Моисей каланă пек тунă: çав кун халăхран виçĕ пин çынна яхăн пĕтнĕ.

(29) Мĕншĕн тесессĕн Моисей [вĕсене] каланă: паянхи кун хăвăр ывăлăр урлă, хăвăр тăванăр урлă аллăра Çÿлхуçана халаллăр, Вăл сире паян пиллĕх ятăр, тенĕ.

(30) Тепĕр кунне Моисей халăха каланă: эсир пысăк çылăх турăр; эпĕ Çÿлхуçамăр патне улăхам, сирĕн çылăхăра каçарттарса пулмĕи, тенĕ.

(31) Моисей каялла Çÿлхуçа патне таврăннă та каланă: эй [Çÿлхуçамăм!] çак халăх пысăк çылăх турĕ: хăй валли ылтăн турă турĕ;

(32) вĕсен çылăхне каçарсам, каçармастăн пулсассăн — мана та Хăвăн кĕнекÿнтен, Хăв çырса хунă çĕртен, кăларса пăрах, тенĕ.

(33) Çÿлхуçа Моисее каланă: Ман умăмра çылăха кĕнĕ çынна Хамăн кĕнекемрен кăларса пăрахăп;

(34) эппин, кай, [аяла ан,] çакă халăха Эпĕ хăвна каланă çĕре ертсе кай; акă Манăн Ангелăм санăн умăнтан пырĕ, Хам пырас кун Эпĕ вĕсене çылăхĕсемшĕн пырса пăхăп, тенĕ.

(35) Аарон туса панă пăрушăн Çÿлхуçа халăха пĕтерсе тухнă.

33

(1) Çÿлхуçа Моисее каланă: тапран, хăв та, эсĕ Египет çĕрĕнчен илсе тухнă халăх та Эпĕ Авраама, Исаака тата Иакова «ăна санăн йăхна парăп» тесе тупа тунă çĕре кайăр;

(2) сан умăнтан [Хамăн] Ангелăма ярăп, Ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хăваласа ярăп,

(3) [вăл сире] сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре [илсе] çитерĕ; Хам Эпĕ, сире чурăс халăх пулнăран çул çинче пĕтерсе пăрахас мар тесе, сирĕн хушшăрта пымăп, тенĕ.

(4) Çакă хаяр сăмаха илтсессĕн, пĕтĕм халăх йĕрсе янă, пĕри те эрешĕсене çакмантăхăнман.

(5) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Моисее каланă: Израиль ывăлĕсене кала: эсир чурăс халăх; сирĕн хушшăрта пырас пулсассăн, Эпĕ сире пĕр самантра пĕтерсе пăрахăп; эппин, эрешĕрсене хăвăр çийĕртен хывăр; Эпĕ сире мĕн тумаллине курам, тенĕ.

(6) Израиль ывăлĕсем Хорив тăвĕ патĕнче хăйсен эрешĕсене хывса хунă.

(7) Моисей тапăр тулашне, тапăртан аякра, хăй валли чатăр лартнă, вăл ăна пуху чатăрĕ тенĕ; Çÿлхуçана шыракан кашни çынах тапăр тулашĕнче ларакан пуху чатăрне пынă.

(8) Моисей кĕлĕ чатăрне кайма тухсассăн пĕтĕм халăх ура çине тăнă, кашнийĕ, хăйĕн чатăрĕн алăкĕ умне тăрса, Моисей кĕлĕ чатăрне кĕрсе кайичченех ун хыçĕнчен пăхса тăнă.

(9) Моисей кĕлĕ чатăрне кĕрсессĕн, пĕлĕт юпа анса кĕлĕ чатăрĕн алăкĕ умне тăнă, вара [Çÿлхуçа] Моисейпе калаçнă.

(10) Кĕлĕ чатăрĕн алăкĕ умĕнче тăракан пĕлĕт юпана пĕтĕм халăх курса тăнă; пĕтĕм халăх ура çинче тăнă, кашнийĕ хăй чатăрĕн алăкĕ умĕнче кĕлтуса тăнă.

(11) Çÿлхуçа Моисейпе куçа-куçăн, туспала тус калаçнă пек, калаçнă; унтан Моисей тапăра таврăннă; ăна итлесе, ăна ĕçлесе тăракан Иисус вара — Нав ывăлĕ, яш ача — кĕлĕ чатăрĕнчен хăпман.

(12) Моисей Çÿлхуçана каланă: акă Эсĕ мана: ертсе кай çакă халăха, тетĕн, Эсĕ: «Эпĕ сана ятранах пĕлетĕп, эсĕ Манăн куçăм умĕнче ырăлăх тупрăн» терĕн пулин те, манпа пĕрле кама ярассине уçса памарăн;

(13) эппин, эпĕ Санăн куçу умĕнче ырăлăх тупрăм пулсассăн, йăлăнатăп: Хăвăн çулна кăтартсам мана, Санăн куçу умĕнче ырăлăх тупмашкăн эпĕ Сана пĕлсе çитем; астуха: çакă çынсем санăн халăхуçке, тенĕ.

(14) [Çÿлхуçа ăна] каланă: [сан умăнтан] Эпĕ Хам пырăп, сана канăçлăха илсе кĕрĕп, тенĕ.

(15) [Моисей] Ăна каланă: [пирĕнпе пĕрле] Эсĕ Хăв пымастăн пулсассăн, пире кунтан илсе те ан тух,

(16) эпĕ тата Санăн халăху Санăн куçу умĕнче ырăлăх тупнине эпир ăçтан пĕлĕпĕрха? Эсĕ пирĕнпе пĕрле пынинчен мари? ун чухне эпĕ тата Санăн халăху çĕр çинчи пур халăхран та чаплăрах пулăпăр, тенĕ.

(17) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Моисее каланă: Эпĕ эсĕ каланине тăвăп, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Манăн куçăм умĕнче ырăлăх тупрăн, Эпĕ сана ятран пĕлсе тăратăп, тенĕ.

(18) [Моисей] каланă: Хăвăн мухтавлăхна кăтарт мана, тенĕ.

(19) [Çÿлхуçа Моисее] каланă: Эпĕ Хамăн пĕтĕм мухтавлăхăма сан умăнтан ирттерсе ярăп, Яхве ятăма сан умунта пĕлтерĕп, кама каçармаллине — каçарăп, кама хĕрхенмеллине — хĕрхенĕп, тенĕ.

(20) Унтан Вăл тата каланă: санăн Манăн сăнăма курма юрамасть, мĕншĕн тесессĕн Мана курнă çын чĕрĕ юлаймĕ, тенĕ.

(21) Турă тата каланă: акă Манăн çывăхăма, çакă чул çине, тăр;

(22) Хамăн мухтавлăхăм иртнĕ чухне Эпĕ сана чул çурăкне тăратăп та Хам иртсе кайиччен сана аллăмпа витсе тăрăп;

(23) аллăма илсессĕн, эсĕ Мана хыçран курса юлăн, Манăн сăнăм [сана] курăнмĕ, тенĕ.

34

(1) Çÿлхуçа Моисее каланă: малтанхи чул хăмасем евĕрлĕ икĕ чул хăма якатса ту, [вара Ман патăма ту çине улăх,] Эпĕ çав чул хăмасем çине эсĕ çĕмĕрнĕ малтанхи чул хăмасем çинчи сăмахсене çырăп;

(2) ир тĕлне хатĕр пул, ирхине Синай тăвĕ çине улăх, унта, ту тăрринче, Ман умăма пырса тăр; Зсанпа пĕрле никам та улăхмалла мар, ту çинче нихăш тĕлте те никам та ан курăнтăр; выльăх таврашĕ те — вак выльăхи, шултăра выльăхи — çак ту çывăхĕнче çÿремелле мар, тенĕ.

(4) Моисей малтанхи чулсем евĕрлĕ икĕ чул хăма якатса тунă, хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, ирхине ирех тăрса Синай тăвĕ çине улăхнă; аллинче икĕ чул хăма тытса тăнă.

(5) Вара Çÿлхуçа пĕлĕт ăшĕнче аннă та унта унăн çывăхне чарăнса Яхве ятне каласа пĕлтернĕ.

(6) Çÿлхуçа, унăн умĕнчен иртсе кайса, кăшкăрса каланă: Çÿлхуçа, Çÿлхуçа, этеме юратакан, ырă кăмăллă, вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă, чăн Турă,

(7) [тÿрĕлĕхе] упракан, ырăлăхне пин сыпăка çитиччен [кăтартса тăракан], айăпа, усал ĕçе, çылăха каçаракан, анчах хаса памасăр хăварман, ашшĕсен айăпĕшĕн ачисене, ачисен ачисене виççĕмĕш, тăваттăмĕш сыпăка çитичченех хаса паракан Турă, тенĕ.

(8) Моисей çав самантрах çĕре ÿксе [Турра] пуççапнă та

(9) каланă: эй Патшамăр, эпĕ Санăн куçу умĕнче ырăлăх тупрăм пулсассăн, Патшамăр пирĕн хушшăмăрта пытăрччĕ, мĕншĕн тесессĕн ку чурăс халăх; пирĕн йĕркесĕр ĕçсене, пирĕн çылăхсене каçар, пире Хăвăн еткерÿ ту, тенĕ.

(10) [Çÿлхуçа Моисее] каланă: акă Эпĕ халал хыватăп: санăн пĕтĕм халăху умĕнче халиччен пĕтĕм çĕр çинче те, нимĕнле халăх умĕнче те пулман хăватсем тăвăп; вара санпа пыракан пĕтĕм халăх Çÿлхуçа ĕçне курĕ; Эпĕ саншăн тăвасси хăрушă пулĕ. пЭпĕ сана халĕ мĕн хушнине астуса тăр: акă Эпĕ сан умăнтан аморрейсене, Ханаансене, хетсене, ферезейсене, евейсене, [гергесейсене] тата иевусейсене хăваласа яратăп;

(12) асту, ху пырса кĕрес çĕрти çынсемпе килĕшÿ ан ту, вĕсем сирĕн хушшăрта таната пулса ан тăччăр.

(13) Вĕсенĕн чÿк вырăнĕсене çĕмĕрĕр, юписене аркатăр, вĕсенĕн сăваплă теекен катисене касса тухăр, [вĕсен туррисен кĕлеткисене вутçулăмпа çунтарса ярăр],

(14) санăн Çÿлхуçа [Турăсăр] пуçне урăх турра пуççапмалла мар, мĕншĕн тесессĕн Унăн ячĕ — «Кĕвĕçекен»; Вăл кĕвĕçекен Турă.

(15) Çав çĕрте пурăнакансемпе килĕшÿ ан ту: вĕсем хăйсен туррисем хыççăн кайса аскăнланнă чухне, хăйсен туррисене чÿк парни кÿнĕ чухне сана ан чĕнччĕр, вĕсен парнисене санăн та астивмелле ан пултăр;

(16) вĕсен хĕрĕсене хăвăн ывăлусем валли качча ан ил, [хăвăн хĕрÿсене те вĕсен ывăлĕсене качча ан пар,] вĕсен хĕрĕсем, хăйсен туррисем хыççăн кайса аскăнланса, санăн ывăлусене те хăйсен туррисем енне çавăрса вĕсене аскăнланас енне ан яччăр.

(17) Хăвăн валли шăратса тăвакан турă ан ту.

(18) Тутлăлла çăкăр уявне уяса тăр: Эпĕ сана хушнă пек, авив уйăхĕн палăртнă вăхăтĕнче çичĕ кун тутлăлла çăкăр çи, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Египетран авив уйăхĕнче тухрăн.

(19) Вар уçса çуралакансене пурне те Мана пар, вар уçса тухакан ар выльăха та, вăкăрсемпе такасене, Мана пар;

(20) малтан çуралнă ашака путекпе улăштар, улăштармастăн пулсассăн, уншăн тÿлес пулать; хăвăн малтан çуралнă ывăлусемшĕн пуриншĕн те хак тÿле; Манăн умăма пушă алăпа ан пыччăр.

(21) Ултă кун ĕçле, çиччĕмĕш кунне кан; тырă акнă вăхăтра та, вырнă вăхăтра та кан.

(22) Тата эрнесен уявне, тулă вырма пуçланине, уявла, çулталăк вĕçĕнче çимĕç пухса кĕртнĕ ятпа авăн уявĕ ту;

(23) çулталăкра виçĕ хутчен санăн пур арçынну та Патша умне, Израилĕн Çÿлхуçа Турри умне, пырса тăтăр,

(24) Эпĕ халăхсене сан умăнтан хăваласа ярăп, санăн чиккÿсене сарăп, эхер те эсĕ хăвăн Çÿлхуçа Туррун куçĕ умне çулталăкра виçĕ хутчен пырса тăрсассăн, санăн çĕрне никам та хапсăнмĕ.

(25) Мана кÿнĕ парне юнне йÿçĕлле çăкăр çине ан юхтар, Пасха уявĕн парнине ирччен ан хăварăр.

(26) Хăвăн çĕрÿ çинче чи малтан ĕлкĕрнĕ çимĕçе Çÿлхуçа Туррун çуртне илсе пыр. Качака путеккине амăшĕн сĕчĕпе ан пĕçер, тенĕ.

(27) Çÿлхуçа Моисее тата каланă: çакă сăмахсене çырса хур, мĕншĕн тесессĕн çакă сăмахсем урлă Эпĕ санпа тата Израильпе халал хыватăп, тенĕ.

(28) Унта Çÿлхуçа патĕнче [Моисей] хĕрĕх кун та хĕрĕх каç пулнă, çăкăр та çимен, шыв та ĕçмен; чул хăмасем çине [Моисей] халал сăмахĕсем, вунă ÿкĕт, çырса хунă.

(29) Синай тăвĕ çинчен аннă чухне, саккун çырнă икĕ чул хăмана аллинче тытса ту çинчен аннă чухне, Моисей хăйпе Турă калаçнăран пичĕ çуталса-ялтăраса тăнине пĕлмен.

(30) Ааронпа пĕтĕм Израиль халăхĕ Моисее курнă та — акă унăн пичĕ ялтăраса тăрать, вара вĕсем ун патне пыма хăранă.

(31) Моисей вĕсене чĕнсе илнĕ те, Ааронпа халăх пуçлăхĕсем пурте ун патне пырса тăнă, Моисей вĕсемпе калаçнă.

(32) Çакăн хыççăн Израиль ывăлĕсем пурте [ун патне] çывăхарнă, вăл вĕсене Çÿлхуçа Синай тăвĕ çинче хăйне мĕн каланине пĕтĕмпех каласа панă.

(33) Вĕсемпе калаçма чарăнсассăн, Моисей хăйĕн питне пĕркенчĕкпе хупланă.

(34) Çÿлхуçапа калаçмашкăн Ун патне кĕнĕ чухне Моисей пĕркенчĕкне хывнă, унтан тухиччен те витĕнмен; тухсассăн, [хăйне Çÿлхуçа] мĕн каланине Израиль ывăлĕсене пĕтĕмпех каласа панă.

(35) Израиль ывăлĕсем Моисей пичĕ ялтăраса тăнине курнă, Моисей вара Çÿлхуçапа калаçма кĕричченех питне пĕркенчĕкпе витсе çÿренĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

35

(1) Моисей Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне пухнă та вĕсене каланă: Çÿлхуçа акă мĕн тума хушрĕ:

(2) ултă кун ĕçĕрсене тăвăр, çиччĕмĕш кунĕ сирĕн сăваплă пулмалла, Çÿлхуçашăн канăçлăх шăмачĕ пултăр: çав кун ĕçлекен кирек хăш çынна та вĕлерме тытса парĕç;

(3) пĕр килĕрçуртăрта та шăматкун вут ан чĕртĕр. [Эпĕ Çÿлхуçа], терĕ, тенĕ.

(4) Моисей Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхне каланă: Çÿлхуçа акă мĕн тума хушрĕ:

(5) Çÿлхуçана хăвăртан парне кÿрĕр: тимлĕ пулнипе кашнийĕ Çÿлхуçана парне: ылтăн, кĕмĕл, пăхăр,

(6) сенкер тĕслĕ, хĕрхĕлтĕм тĕслĕ тата йăм хĕрлĕ тĕслĕ çăм, [пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ] виссон, качака çăмĕ,

(7) хĕрлĕ тутарнă така тирĕсем, кăвак тирсем, ситтим йывăçĕ,

(8) çутаткăç валли йывăç çăвĕ, сĕрмелли çу валли тата ырă шăршăллă тĕтĕм тĕтĕрмешкĕн паха шăршăлăх,

(9) оникс чулĕ тата ефодпа кăкăрлăх çине харшаласа лартмалли чулсем кÿтĕр, терĕ.

(10) Сирĕн хушшăрти ăстайлă кирек хăш çын та килтĕр те Çÿлхуçа мĕн хушнине пурне те тутăр: икĕлĕ чатăрĕпе унăн çивиттине, унăн çиелти виткĕчне, çекĕлĕсемпе пăрăсĕсене, каштисене, юписемпе унăн тĕпĕсене,

(12) саккун арчипе унăн каштисене, унăн хупăлчине, пÿлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулĕсене, ырă шăршă тĕтĕрмеллине, сĕрмелли çăва,]

(13) сĕтелпе унăн каштисене, унăн мĕнпур хатĕрхĕтĕрне, Çÿлхуçа умне хумалли çăкăрсене,

(14) çутатса тăмашкăн çутаткăçпа унăн [пĕтĕм] хатĕрхĕтĕрне, унăн лампадисене, çутмалли çăвне,

(15) тĕтĕрмелли парне вырăнĕпе унăн каштисене, сĕрмелли йывăç çăвне, ырă шăршăлăха, кĕлĕ чатăрне кĕмелли чаршава,

(16) пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне вырăнне, унăн пăхăр решеткине, унăн каштисемпе унăн пĕтĕм хатĕр-хĕтĕрне, çăвăнмалли савăт- па унăн тĕпне,

(17) картиш каррисене, кар- тиш юписемпе вĕсен тĕпĕсене, картишне кĕмелли çĕре кармалли чаршава,

18 кĕлĕ чатăрĕн шалчисене, картиш шалчисене, вĕсен вĕренĕсене,

19 Аарон священник валли сăваплă пÿлĕмре кĕлĕ тунă чух- не тăхăнмалли кĕлĕ тумтирĕпе сăвап- лă тумтирне тата унăн ывăлĕсем валли кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли тумтирне тутăр, тенĕ.

20 Вара Израиль ывăлĕсен пĕтĕм халăхĕ Моисей патĕнчен саланнă.

21 Чĕри хушни- пе, кăмăлĕ туртнипе çынсем пуху чатăрĕ тумашкăн, унта мĕн кирлине пурне те тумашкăн, [пĕтĕм] сăваплă тумтире ту- машкăн мĕн-мĕн кирлине илсе Çÿлхуçа- на парне кÿнĕ;

22 упăшкисем арăмĕсемпе пĕрле пынă, пурте чĕри хушнипе çĕрĕсем, алкасем, куçлă çĕрĕсем, хăлха ункисем, тĕрлĕ ылтăн япала илсе пынă, Çÿлхуçа- на ылтăн кÿрес теекенĕ кашниех çапла тунă;

23 камăн сенкер тĕслĕ, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ тĕслĕ çăм, виссон, кача- ка çăмĕ, хĕрлĕ тутарнă така тирĕсем, кăвак тирсем пулнă, вĕсем çавна илсе пынă;

24 кĕмĕл е пăхăр параканĕ кашнийĕ ăна Çÿлхуçана парне кÿме илсе пынă; камăн ситтим йывăçĕ пулнă, вăл ăна кĕ- лĕ чатăрне кирлĕ çĕре илсе пырса панă;

25 ăстайлă хĕрарăмсем пурте арланă, вара сенкер тĕслĕ, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ тĕслĕ çип, виссон пырса панă;

26 арлама пĕлекен пур арăм та хăйĕн чĕри хушнипе качака çăмĕ арланă;

27 халăх пуçлăхĕсем ефодпа кăкăрлăх валли оникс чулĕ тата харшаласа лартмалли чулсем,

28 ырă шăр- шăлăх, çутаткăç валли тата сĕрмелли çу тума, ырă шăршă тĕтĕрмелли тума йывăç çăвĕ илсе пынă.

29 Хăйсен чĕри хушнипе Израиль халăхĕн пур арĕсемпе арăмĕсем Çÿлхуçа Моисей урлă каласа тума хушнă тĕрлĕ ĕçсем валли хăйсем ирĕккĕн Çÿл- хуçана парне кÿнĕ.

30 Моисей Израиль ывăлĕсене каланă: астăвăр, Çÿлхуçа Веселеила — Иуда йăхĕн çыннине, Ор ывăлĕн Уриян ывăлне — суй- ласа илчĕ,

31 ăна Турă Сывлăшĕ пачĕ, тул- ли ăслăлăх, хайлалăх, пĕлÿ тата тĕрлĕ ăсталăх пачĕ,

32 хÿхĕм пир тĕртме, ылтăн, кĕмĕл, пăхăр япаласем тума,

33 харшаласа лартмалли чулсем касма, йывăçа касса тĕрлеме тата тĕрлĕрен хитрелетмелли ĕçсем тума вĕрентрĕ;

34 ыттисене вĕрент- мешкĕн унăн чĕрине те, Дан йăхĕнчен тухнă Ахисамах ывăлĕн Аголиавăн чĕри- не те пултарулăх хыврĕ,

35 [сăваплă пÿлĕм валли] касса эрешлекен ăстаçăн тата тĕр- лесе тĕртме пĕлекенĕн пур ĕçне тума, сенкер тĕслĕ, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ пир çине, виссон çине тĕрлеме пĕлекенĕн тĕрлĕ ĕçне тума, тĕрлĕ япала тĕртме, хÿ- хĕм пусма тума пĕлекенсен ĕçне тума Вăл вĕсенĕн чĕрине тулли ăслăлăх хыврĕ.

36

1 Веселеилпа Аголиав ĕçе пикен- нĕ, кĕлĕ чатăрĕ лартнă чухне ту- малли пĕтĕм ĕçе Çÿлхуçа хушнă пек тумашкăн Çÿлхуçа ăслăлăхпа тăн па- нă ăстайлă çынсем те пурте ĕçлеме пи- кеннĕ. 2 Моисей Веселеилпа Аголиава, Çÿлхуçа ăслăлăх панă мĕнпур ăстайлă çынсене тата ĕçе пуçăнма ăнтăлса тăракансене пурне те чĕнтернĕ.

3 Вĕсем Израиль ывă- лĕсем кĕлĕ чатăрĕ лартма пырса панă пĕтĕм парнене, ĕç валли кирлĕ [пĕтĕм] япалана Моисейрен илсе кайнă. Çав ху- шăра ирсерен Моисей патне хăйсем ирĕ- ккĕн паракан парнесем леçсе тăнă.

4 Вара кĕлĕ чатăрĕ тунă çĕрте тĕрлĕ ĕç ĕçлекен ăстайлă çынсем харпăр хăй ĕçĕ патĕнчен пынă та

5 Моисее çапла тесе каланă: халăх Çÿлхуçа тума хушнă ĕçсем валли нумай, кирлинчен те ытларах, илсе килет, тенĕ.

6 Вара Моисей хушнипе тапăрта çапла пĕлтернĕ: ĕнтĕ арçынĕ те, хĕрарăмĕ те кĕлĕ чатăрĕ валли урăх нимĕн те илсе ан килччĕр, тенĕ; халăх вара парне леçме чарăннă.

7 Тумалли пур тĕрлĕ ĕç валли те хатĕрĕ çителĕклĕ пулнă, ытлашши те юлнă.

8 Кĕлĕ чатăрĕ тăвакан ăстайлă çынсем пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран, сенкер, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ çăмран вунă вителĕк тунă; ăстайлăн ĕçлесе вĕсем çине херувим сăнĕсене ÿкернĕ;

9 кашни вителĕк тăршшĕ çирĕм сакăр чике, кашни вителĕк сарлакăшĕ тăватă чике: пур вителĕкĕ те пĕр виçеллĕ пулнă.

10 Вăл пилĕк вителĕкне пĕр-пĕринпе сы- пăнтарнă, ытти пилĕк вителĕкне те пĕр- пĕринпе сыпăнтарнă.

11 Пĕр вителĕкĕн те- пĕринпе сыпăнса тăракан хĕррине сенкер тĕслĕ йăлăсем тунă; юлашки вителĕкĕн хĕррине те тепĕринпе сыпăнтармашкăн çаплах тунă;

12 пĕр вителĕк хĕррине вăл аллă йăлă тунă, вителĕк вĕçне те тепĕрин- пе сыпăнтармашкăн аллă йăлă тунă; пĕр йăлли тепĕр йăллипе тĕлме-тĕл пулнă;

13 тата аллă ылтăн каптăрма тунă, пĕр ви- телĕкне тепĕринпе каптăрмапа çаклатса хунă, вара кĕлĕ чатăрĕ пĕр пĕтĕм пулса тăнă.

14 Унтан кĕлĕ чатăрне витмешкĕн кача- ка çăмĕнчен вителĕксем тунă: çавăн пек вунпĕр вителĕк тунă;

15 вителĕкĕн тăршшĕ вăтăр чике, вителĕкĕн сарлакăшĕ тăватă чике: вунпĕр вителĕкĕ те пĕр виçеллĕ пулнă.

16 Пилĕк вителĕкне вăл хăйне уй- рăм, ултă вителĕкне хăйне уйрăм сыпăн- тарнă.

17 Вĕçĕнчи вителĕк хĕррине ăна тепĕр вителĕкпе сыпăнтарма аллă йăлă тунă, сыпăнтармалли вителĕк хĕррине те аллă йăлă тунă;

18 пĕр пĕтĕм çивитти пултăр тесе вителĕксене сыпăнтармаш- кăн аллă пăхăр каптăрма тунă.

19 Кĕлĕ чатăрĕн виттине така тирĕсенчен, хĕрлĕ тирсенчен, тунă, чи çиелти виткĕчне кă- вак тирсенчен тунă.

20 Унтан кĕлĕ чатăрĕ валли ситтим йывăçĕнчен тÿрĕ тăратса лартмалли пăрăссем тунă:

21 кашни пăрăсĕн тăршшĕ вунă чике, сарлакăшĕ чике çурă пулнă;

22 кашни пăрăсне икшер чĕмеклĕ тунă, вĕсем пĕр- пĕринпе тĕлме-тĕл: кĕлĕ чатăрĕн пăрă- сĕсене вăл пурне те çапла тунă.

23 Кĕлĕ чатăрĕн кăнтăр енĕ валли çавăн пек пăрăссем çирĕм тунă,

24 çирĕм пăрăс айне лартма хĕрĕх кĕмĕл тĕп тунă: пĕр пăрăс айне икĕ чĕмек валли икĕ тĕп, тепĕр пăрăс айне те икĕ чĕмек валли икĕ тĕп тунă;

25 кĕлĕ чатăрĕн тепĕр енĕ валли те, çурçĕр енĕ валли, çирĕм пăрăс,

26 хĕрĕх кĕмĕл тĕп тунă: пĕр пăрăс айне икĕ тĕп, тепĕр пăрăс айне те икĕ тĕп;

27 кĕлĕ чатăрĕн хыçал енĕ валли анăç енне ултă пăрăс тунă, 28кĕлĕ чатăрĕн хыçал енчи кĕтесĕ валли икĕ пăрăс тунă;

29 вĕсене аялтан та ункăпа çирĕплетсе лартнă, çÿлтен те ун- кăпа çирĕплетсе лартнă: вĕсене иккĕшне те икĕ кĕтесе çапла туса лартнă;

30 çапла сакăр пăрăс, вунултă кĕмĕл тĕп пулнă, кашни пăрăс айне икшер тĕп.

31 Унтан ситтим йывăçĕнчен каштасем тунă: кĕлĕ чатăрĕн пĕр енчи пăрăсĕсем валли пилĕк кашта,

32 кĕлĕ чатăрĕн те- пĕр енчи пăрăсĕсем валли пилĕк каш- та, кĕлĕ чатăрĕн хыçал енчи пăрăсĕсем валли пилĕк кашта тунă;

33 унтан витĕр ямалли кашта тунă, вăл пăрăссем витĕр пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çитиех тухнă;

34 пăрăссене ылтăн сăрнă, каштисене тă- хăнтартса хумалли ункăсене те ылтăнран тунă, каштисене те ылтăн сăрнă.

35 Сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕр- лĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран чаршав тунă, ăстайлăн ĕçлесе ун çине херувим сăнĕсем туса тухнă;

36 чаршав валли ситтим йывăçĕнчен ыл- тăн çекĕллĕ тăватă юпа тунă, вĕсене ыл- тăн сăрнă тата вĕсем валли тăватă кĕмĕл тĕп шăратса тунă.

37 Кĕлĕ чатăрне кĕме- лли тĕле çакма сенкер, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕрт- нĕ эрешлĕ виссонран чаршав тунă,

38 ун валли çекĕллĕ пилĕк юпа тунă; вĕсенĕн тăррисемпе хытаркăчĕсене ылтăн сăрнă тата пилĕк пăхăр тĕп шăратса тунă.

37

1 Веселеил ситтим йывăçĕнчен саккун арчи тунă; унăн тăршшĕ икĕ чике çурă, сарлакăшĕ чике çурă, çÿллĕшĕ чике çурă;

2 ăна шалтан та, тулашĕнчен те таса ылтăн сăрнă, ун тавра ылтăн кăшăл туса çавăрнă;

3 ун валли ылтăнран тăватă ункă шăратса тунă, вĕсене аялти тăватă кĕтессине çыпăçтарнă: икĕ ункине — унăн пĕр енне, икĕ ункине — унăн тепĕр енне.

4 Ситтим йывăçĕнчен каштасем тунă, вĕсене ылтăн сăрнă;

5 саккун арчине çĕклесе çÿремешкĕн унăн икĕ айккинчи ункăсене каштасем тăхăнтартнă.

6 Арча хупăлчине таса ылтăнран тунă: унăн тăршшĕ икĕ чике çурă, сарлакăшĕ чике çурă пулнă.

7 Ылтăнран икĕ херувим хывса-çапса тунă: вĕсене арча хупăлчин икĕ вĕçне туса лартнă,

8 пĕр херувимне — пĕр вĕçне, тепĕр херувимне тепĕр вĕçне туса лартнă; икĕ вĕçĕнчи херувимне те арча хупăлчинчен тухса тăнă пек тунă;

9 херувимсем çуначĕсене çÿлелле сарса тăнă, çапла çуначĕсемпе арча хупăлчине хупăрласа тăнă, пичĕсем тĕлме-тĕл пулнă; херувимсен пичĕ арча хупăлчийĕ çинелле пăхнă.

10 Ситтим йывăçĕнчен сĕтел тунă: тăршшĕ икĕ чике, сарлакăшĕ пĕр чике, çÿллĕшĕ чике çурă пулнă,

11 ăна таса ылтăн сăрнă, ун тавра ылтăн кăшăл çавăрнă;

12 ун тавра ывăç тупанĕ сарлакăш шакăлча туса çаврăннă, шакăлчи тавра ылтăн кăшăл тунă; 13 ун валли ылтăнран тăватă ункă шăратса тунă, вĕсене унăн тăватă кĕтессине, тăватă ури çумне çирĕплетсе лартнă;

14 сĕтеле каштапа çĕклесе çÿремешкĕн каштине чикмелли ункисем шакăлча çумĕнче пулнă;

15 сĕтеле çĕклесе çÿреме ситтим йывăçĕнчен каштасем тунă, вĕсене ылтăн сăрнă.

16 Унтан сĕтел çинче тыткаламалли савăтсем — тирĕксем, тĕтĕркĕчсем, ăсса ямалли куркасемпе чашăксем — тунă, вĕсене таса ылтăнран тунă.

17 Таса ылтăнран çутаткăç тунă, ăна хывса-çапса тунă; унăн туни пулнă, тунинчен турачĕсем, чечек чăмăрккисем, улмисем, чечекĕсем тухса тăнă;

18 унăн аяккинчен ултă турат тухса тăнă: çутаткăçăн виçĕ турачĕ — пĕр енчен, виçĕ турачĕ — тепĕр енчен;

19 пĕр турачĕ çинче миндаль чечекĕ евĕрлĕ виçĕ чечек чăмăркки, улми, чечекĕсем пулнă, тепĕр турачĕ çинче те миндаль чечекĕ евĕрлĕ виçĕ чечек чăмăркки, улми, чечекĕсем пулнă: çутаткăçран тухса тăракан пур ултă турачĕ çинче те çапла пулнă;

20 çутаткăç туни çинче вара миндаль чечекĕ евĕрлĕ тăватă чечек чăмăркки, улмисем, чечекĕсем пулнă;

21 тунаран тухса тăракан ултă туратăн малтанхи икĕ турачĕ айĕнче пĕр улма, тепĕр икĕ турачĕ айĕнче те пĕр улма, виççĕмĕш икĕ турачĕ айĕнче те пĕр улма пулнă;

22 улмисемпе турачĕсем унран тухса тăнă; çутаткăçа пĕтĕмпех таса ылтăнран, пĕр катрамран хывса-çапса тунă.

23 Ун валли таса ылтăнран çичĕ лампада, хĕскĕчсем, ăскăчсем тунă;

24 ăна, унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне пĕр талант таса ылтăнран тунă.

25 Ситтим йывăçĕнчен тĕтĕрмелли парне вырăнĕ тунă: унăн тăршшĕ пĕр чике, сарлакăшĕ пĕр чике, тăватă кĕтеслĕ, çÿллĕшĕ икĕ чике пулнă; унран мăйракисем тухса тăнă;

26 ăна — унăн çине те, йĕри-тавра аяккисене те, мăйракисене те — таса ылтăн сăрнă тата ун тавра ылтăн кăшăл туса çавăрнă;

27 кăшăлĕ айне икĕ кĕтессине икĕ ылтăн ункă туса хунă; тĕтĕрмелли парне вырăнне çĕклесе çÿреме каштасем чикмешкĕн вĕсене унăн икĕ енне тунă;

28 каштисене ситтим йывăçĕнчен тунă, вĕсене ылтăн сăрнă.

29 Тасалăх тивлечĕ кÿме сĕрекен мирă тунă, ырă шăршă тĕтĕрмелли таса хутăш хатĕрленĕ — çакна сĕрĕш тăвакан çыннăн ăсталăхĕпе тунă.

38

1 Ситтим йывăçĕнчен пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне вырăнĕ тунă: тăршшĕ пилĕк чике, сарлакăшĕ пилĕк чике, тăватă кĕтеслĕ, çÿллĕшĕ виçĕ чике пулнă;

2 унăн тăватă кĕтессине мăйракасем тунă, çапла унран мăйракасем тухса тăнă, ăна пăхăр сăрнă.

3 Парне вырăнĕн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне тунă: чÿлмексем, калаксем, чашăксем, юплешкесем, кăмрăк ăскăчĕсем; унăн пур хатĕр-хĕтĕрне те пăхăртан тунă.

4 Парне вырăнĕ валли пăхăртан ала евĕрлĕ решетке тунă, ăна парне вырăнĕ хĕррипе, аялтан пуçласа парне вырăнĕн çуррине çитиччен, хурса çавăрнă,

5 каштасем чикме пăхăр решеткен тăватă кĕтессине тăватă ункă тунă.

6 Каштисене ситтим йывăçĕнчен тунă, вĕсене пăхăр сăрнă;

7 парне вырăнне çĕклесе çÿремешкĕн унăн айккинчи ункăсене каштасем тăхăнтартса хунă; ăна шалта хăвăл хăварса хăмаран тунă.

8 Унтан çăвăнмалли савăт тунă, ăна пăхăртан тунă, унăн тĕпне те пăхăртанах туса хитре ÿкерчĕксемпе эрешленĕ, вăл пуху чатăрне кĕмелли вырăна илем кÿрсе тăнă.

9 Унтан картиш тунă: кăнтăр еннелли кăнтăр каррисене пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă, тăршшĕ çĕр чике пулнă;

10 вĕсем валли çирĕм юпа, вĕсене лартма çирĕм пăхăр тĕп тунă; юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсене кĕмĕлрен тунă.

11 Çурçĕр енче — çĕр чике тăршшĕ карăсем; вĕсем валли çирĕм юпа, вĕсене лартма çирĕм пăхăр тĕп; юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсене кĕмĕлрен тунă.

12 Анăç енче — аллă чике тăршшĕ карăсем, вĕсем валли вунă юпа, вĕсене лартма вунă тĕп; юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсене кĕмĕлрен тунă.

13 Мал енче, тухăçалла — аллă чике тăршшĕ карăсем.

14 Картиш хапхин пĕр енĕ валли — вунпилĕк чике тăршшĕ карăсем, вĕсем валли виçĕ юпа, вĕсене лартма виçĕ тĕп;

15 тепĕр енĕ валли те [картиш хапхин икĕ енĕпех] — вунпилĕк чике тăршшĕ карăсем, вĕсем валли виçĕ юпа, вĕсене лартма виçĕ тĕп.

16 Картишĕн пур енчи каррисене те пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă,

17 юписен тĕпĕсене — пăхăртан, юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсене кĕмĕлрен тунă; вĕсен тăррисене кĕмĕл сăрнă, картиш юписене пурне те кĕмĕл хытаркăчсемпе çыхăнтарнă.

18 Картиш хапхин чаршавне сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тĕрлесе тунă, унăн тăршшĕ çирĕм чике, çÿллĕшĕ картиш каррисем пек пилĕк чике пулнă;

19 ун валли тăватă юпа, юписен айне лартма тăватă пăхăр тĕп тунă; вĕсен çекĕлĕсем кĕмĕл пулнă, вĕсен тăррисене кĕмĕл сăрнă, вĕсен хытаркăчĕсене кĕмĕлрен тунă.

20 Кĕлĕ чатăрĕпе картиш тавра лартнă шалчасене пурне те пăхăртан тунă.

21 Моисей хушнипе, Ифамар — Аарон ывăлĕ, священник — пăхса тăнипе левитсем Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрĕ тунă ĕçре усă курнă япаласене шутласа тухнă.

22 Çÿлхуçа Моисее мĕн хушнине пурне те Веселеил — Иуда йăхĕн çынни, Ор ывăлĕн Уриян ывăлĕ — тунă,

23 унпа пĕрле Аголиав — Дан йăхĕн çынни, Ахисамах ывăлĕ — ĕçленĕ, вăл эрешлесе касаканскер, ăста тĕртме пĕлекенскер, сенкер, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ пир çине тата виссон пир çине хÿхĕм тĕрлеме пĕлекенскер пулнă.

24 Кĕлĕ чатăрĕн мĕнпур япалине тумашкăн усă курнă пĕтĕм ылтăн — парнелĕх илсе пынă ылтăн — таса сикль виçипе шутласассăн, мĕнпурĕ çирĕм тăхăр талант та çичçĕр вăтăр сикль пулнă;

25 халăхăн шута кĕнĕ çыннисенчен илнĕ кĕмĕл, таса сикль виçипе шутласассăн, çĕр талант та пин те çичçĕр çитмĕл пилĕк сикль пулнă;

26 апла ултçĕр виçĕ пин те пилĕкçĕр аллă çын шутне, çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисен шутне, кĕнĕ кашни çын, таса сикль виçипе шутласассăн, çур сикль панă.

27 Çĕр талант кĕмĕл сăваплă вырăнăн тĕпĕсене тата чаршав юписен тĕпĕсене тума кайнă; çĕр талантран — çĕр тĕп, пĕр тĕп тума — пĕр талант;

28 пин те çичçĕр çитмĕл пилĕк сикльрен вăл юпасен çекĕлĕсене тунă, юпасен тăррисене сăрнă, вĕсем валли хытаркăчсем тунă.

29 Парнелĕх илсе пынă пăхăрĕ çитмĕл талант та икĕ пин те тăватçĕр сикль пулнă;

30 çак пăхăртан вăл Турă ирĕкне кăтартакан кĕлĕ чатăрне кĕмелли çĕре лартнă юпа тĕпĕсене тунă, пăхăртанах парне вырăнĕ тата ун валли пăхăр решетке тунă, парне вырăнĕн мĕнпур савăт-сапине тунă,

31 тата пĕтĕм картиш юписен тĕпĕсене, картиш хапхи юписен тĕпĕсене, кĕлĕ чатăрĕн мĕнпур шалчине, картиш тавра лартса тухнă мĕнпур шалчана пăхăртан тунă.

39

1 Сăваплă пÿлĕмре кĕлтунă чухне тăхăнмашкăн вĕсем сенкер, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ çăмран священник тумтирĕ тунă; çаплах тата, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Аарон валли сăваплă тумтир тунă.

2 Ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран ефод тунă;

3 вĕсем ылтăнне çапса сарнă та сенкер, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çипсемпе тата виссон çиппипе ăстайлăн хутăштарса тĕртмешкĕн ылтăн çипсем турта-турта кăларнă.

4 Ефода хулпуççи çинче çыхăнтарма тăхасем тунă; çапла унăн икĕ вĕçне те çыхăнтарнă.

5 Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, ефод çийĕнчен çыхмалли пиçиххие те çавăн пекех ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă.

6 Унтан оникс чулĕсене якатса, вĕсем çине пичет çине каснă пек, Израиль ывăлĕсен ячĕсене касса çырса ылтăн харшана лартнă;

7 вара, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Израиль ывăлĕсене асра тытмашкăн вăл вĕсене ефод тăхисем çине çыпăçтарса лартнă.

8 Ăстайлăн ĕçлесе кăкăрлăх тунă, ефод тунă пекех, ăна ылтăнран, сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă;

9 вăл тăваткăл пулнă; кăкăрлăха вĕсем икĕ хутлă тунă, тăршшĕне пĕр шит, анлăшне те пĕр шит тунă, вăл икĕ хутлă пулнă;

10 вара ун çине тăватă йĕрке чул лартса тухнă. Йĕркипе: рубин, топаз, изумруд — ку пĕрремĕш йĕрки;

11 иккĕмĕш йĕркинче: карбункул, сапфир тата алмаз;

12 виççĕмĕш йĕркинче: яхонт, ахах тата аметист;

13 тăваттăмĕш йĕркинче: хризолит, оникс тата яспис; вĕсене ылтăн харшасене лартнă.

14 Чулĕсем Израиль ывăлĕсен ячĕсен шучĕ чухлĕ пулнă: вĕсен ячĕсен шучĕ тăрăх, вĕсем вуниккĕ пулнă, кашни чулĕ çине пĕр ятне пичет çине каснă пек касса çырнă, вуникĕ йăхшăн çапла тунă.

15 Кăкăрлăх валли таса ылтăнран явса хулăн вăчăрасем тунă;

16 унтан икĕ ылтăн харша тата икĕ ылтăн ункă туса, икĕ ункине кăкăрлăхăн икĕ вĕçне çыпăçтарса лартнă;

17 вара ылтăнран явса-çыхса тунă вăчăрасене иккĕшне те кăкăрлăхăн икĕ вĕçĕнчи икĕ ункине витĕрнĕ,

18 икĕ вăчăран икĕ вĕçне вара икĕ харшапа çыхăнтарнă та ефод хулпуççийĕ çинчи тăхапа мал енчен çыхăнтарнă;

19 тата икĕ ылтăн ункă туса кăкăрлăхăн тепĕр икĕ вĕçне, ефод çинче выртакан тÿнтер енне, çыпăçтарса лартнă;

20 тата икĕ ылтăн ункă туса вĕсене ефодăн икĕ енне аялтан, пиччĕн енчен, ефод пиçиххийĕнчен çÿлерех, çирĕплетсе лартнă;

21 вара, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, кăкăрлăх ефод пиçиххийĕнчен çÿлерех пултăр, вăл ефод çинчен анса ан кайтăр тесе, ункисенчен ефод ункисем çумне сенкер çăмран тунă кантрапа çыхăнтарнă.

22 Тата ефодпа тăхăнмашкăн пĕтĕмпех сенкер çăмран тĕртнĕ çиелти риза тунă,

23 çиелти риза варрине ана тунă, çухи ан çуркалантăр тесе ун тавра пир хăю тытса çавăрнă;

24 çиелти риза арки вĕçне вĕсем сенкер, хĕрхĕлтĕм тата йăм хĕрлĕ çăмран нар улмисем туса çакса тухнă;

25 таса ылтăнран шăнкăравсем тунă та шăнкăравĕсене çиелти риза арки тавра улмасем хушшине çакса тухнă;

26 Çÿлхуçа Моисее хушнă пекех, кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли çиелти риза арки тавра шăнкăрав та улма, шăнкăрав та улма пулнă.

27 Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, Ааронпа унăн ывăлĕсем валли виссонран хитонсем тĕртсе тунă,

28 кидарне те виссонран, пуç çыххине те виссонран, аялтан тăхăнмалли йĕтĕн кĕпине те пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран,

29 пиçиххине те пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тата сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран эрешлесе тунă.

30 Таса ылтăнран лайăх якатса пĕчĕкçĕ хăма, тасалăх тивлетне кăтартакан çутанкка, тунă, пичет çине касса çырнă пек, ун çине «Туррăн Сăваплă Япали» тесе çырса хунă;

31 вара, Çÿлхуçа Моисее хушнă пек, ăна кидар çумне çÿлтен çыхса хумашкăн ун çумне сенкер çăмран явнă кантра çирĕплетсе хунă.

32 Пуху чатăрĕ валли тумалли пĕтĕм ĕç çапла вĕçленнĕ; Израиль ывăлĕсем пĕтĕмпех тунă: Çÿлхуçа Моисее мĕнле хушнă, çапла тунă та.

33 Вара Моисей патне кĕлĕ чатăрне илсе пынă: унăн виттине, унăн пĕтĕм хатĕр-хĕтĕрне, çекĕлĕсене, пăрăсĕсене, каштисене, юписене, тĕпĕсене,

34 така тирĕнчен, хĕрлĕ тирсенчен, тунă вителĕкĕсене, кăвак тиртен тунă вителĕкĕсене, кармалли чаршава,

35 Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчипе унăн каштисене, унăн хупăлчине,

36 сĕтелпе унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне, Турă умне хунă çăкăрсене,

37 таса ылтăнран тунă çутаткăçа, унăн лампадисене, ун çине лартса тухнă лампадăсене тата унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне, çутмалли йывăç çăвне,

38 ылтăнран тунă парне вырăнне, тасалăх тивлечĕ кÿме сĕрмелли йывăç çăвне, ырă шăршă тĕтĕрмеллине, кĕлĕ чатăрне кĕнĕ çĕре çакмалли чаршава,

39 пăхăртан тунă парне вырăнне, унăн пăхăр решеткине, парне вырăнĕн каштисене, унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне, çăвăнмалли савăтпа унăн тĕпне,

40 картиш каррисене, юпасемпе тĕпĕсене, картиш хапхин чаршавне, вĕренĕсене, шалчисене, пуху чатăрĕнче кĕлĕ тума кирлĕ мĕнпур япалине,

41 сăваплă пÿлĕмре кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли тумтире, Аарон священник валли тунă сăваплă тумтире тата унăн ывăлĕсем валли кĕлĕ тунă чухне тăхăнмалли тумтире илсе пынă.

42 Çÿлхуçа Моисее епле хушнă, Израиль ывăлĕсем çак ĕçсене пурне те çапла тунă та.

43 Ĕнтĕ Моисей пур ĕçе те курнă, акă вĕсем çав ĕçсене пурне те туса пĕтернĕ: Çÿлхуçа епле хушнă, çапла тунă. Вара Моисей вĕсене пилленĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

40

(1) Çÿлхуçа Моисее çапла тесе каланă:

(2) пĕрремĕш уйăхра, уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, кĕлĕ чатăрне пуçтарса ларт,

(3) унта Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи ларт, саккун арчине чаршавпа карса хур;

(4) сĕтел илсе кĕр, ун çине унăн мĕнпур япалине лартса тух, унтан çутаткăç илсе кĕр, ун çине лампадисене ларт;

(5) Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умне ылтăнран тунă тĕтĕрмелли парне вырăнĕ ларт, [пуху] чатăрне кĕмелли çĕре чаршав карса хур;

(6) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнне кĕлĕ чатăрне кĕмелли алăк умне ларт;

(7) кĕлĕ чатăрĕпе парне вырăнĕ хушшине çăвăнмалли савăт ларт та унта шыв тултарса хур;

(8) йĕри-тавра картиш туса çаврăн, картишне кĕмелли çĕре чаршав карса хур.

(9) Сĕрмелли йывăç çăвĕ ил те кĕлĕ чатăрне, ун ăшĕнче мĕн пуррине пурне те сĕрсе тух, ăна та, унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне те тасалăх тивлечĕ кÿр, вара вăл сăваплă пулĕ;

(10) пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕпе унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне сĕрсе тух, парне вырăнне тасалăх тивлечĕ кÿр, вара парне вырăнĕ аслă сăваплă япала пулĕ;

(11) çăвăнмалли савăтпа унăн тĕпне сĕрсе тух, ăна тасалăх тивлечĕ кÿр.

(12) Унтан Ааронпа унăн ывăлĕсене кĕлĕ чатăрне кĕмелли çĕре илсе пыр та вĕсене шывпа çу,

(13) Аарона сăваплă тумтир тăхăнтарт, ăна çу сĕр, ăна тасалăх тивлечĕ кÿр: вăл Манăн священникăм пултăр.

(14) Унăн ывăлĕсене те илсе пыр, вĕсене хитон тăхăнтарт,

(15) вĕсен ашшĕне çу сĕрнĕ пек, вĕсене те çу сĕр: вĕсем Манăн священникăмсем пулччăр, вĕсене çу сĕрни вĕсен йăхне ĕмĕрлĕхе священник пулма халаллĕ, тенĕ.

(16) Моисей пурне те тунă: Çÿлхуçа хăйне мĕнле хушнă, çапла тунă та.

(17) Кĕлĕ чатăрне [хăйсем Египетран тухсассăн] иккĕмĕш çулта, пĕрремĕш уйăхра, çав уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче лартнă.

(18) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, Моисей кĕлĕ чатăрĕ лартнă: унăн тĕпĕсене хурса тухнă, пăрăсĕсене тăратса лартнă, каштисене хунă, юписене лартнă,

(19) кĕлĕ чатăрĕ тăррине вителĕкне сарса хунă, çав вителĕк çийĕнчен тата çиелти виттине витнĕ.

(20) Саккун хăмисене илнĕ те арчана хунă, каштисене арча ункисене тăхăнтартнă, хупăлчине арча çине çиеле хунă;

(21) хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, вăл саккун арчине кĕлĕ чатăрне илсе кĕрсе лартнă та, чаршав карса, Турă ирĕкне пĕлтерекен арчана хупăрласа хунă.

(22) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, Моисей кĕлĕ чатăрĕн çурçĕр енчи пайне — пуху чатăрне — чаршав тулашне, сĕтел лартнă,

(23) ун çине Турă умне йĕркипе çăкăр кăларса хунă.

(24) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, Моисей кĕлĕ чатăрĕн кăнтăр енчи пайне — пуху чатăрне — сĕтеле хирĕç, çутаткăç лартнă,

(25) Çÿлхуçа умне [унăн] лампадисене лартнă.

(26) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, вăл пуху чатăрне, чаршав умне, ылтăнран тунă парне вырăнĕ лартнă,

(27) ун çинче ырă шăршă тĕтĕрнĕ.

(28) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, Моисей кĕлĕ чатăрне кĕнĕ çĕре чаршав карса хунă;

(29) кĕлĕ чатăрне кĕнĕ çĕре — пуху ча тăрĕн алăкĕ умне — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕ лартнă, ун çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ, тырăпулă парни панă.

(30) Хăйне Çÿлхуçа хушнă пек, пуху чатăрĕпе парне вырăнĕ хушшине çăвăнмалли савăт лартнă, çăвăнмашкăн шыв тултарса хунă,

(31) çавăнта Моисейпе Аарон тата Аарон ывăлĕсем хăйсен аллиурине çунă:

(32) пуху чатăрне кĕрсе [кĕлĕ тумашкăн] парне вырăнĕ умне пынă чухне вĕсем [çавăнта] çăвăннă.

(33) Кĕлĕ чатăрĕпе парне вырăнĕ тавра картиш туса çавăрнă, картиш хапхине чаршав карса хунă. Çапла вара Моисей ĕçе вĕçленĕ.

(34) Пуху чатăрне пĕлĕт хупласа илнĕ, кĕлĕ чатăрне Çÿлхуçа мухтавлăхĕ тулнă;

(35) Моисей пуху чатăрне кĕреймен, мĕншĕн тесессĕн ăна пĕлĕт хупăрласахупласа илнĕ, кĕлĕ чатăрне Çÿлхуçа мухтавлăхĕ тулса тăнă.

(36) Хăйсем çул çÿренĕ чухне Израиль ывăлĕсем яланах пĕлĕт кĕлĕ чатăрĕнчен çĕкленсе кайсассăн çула тухнă;

(37) пĕлĕт çĕкленмесессĕн, вĕсем вăл çĕкленмесĕр те çула тухман:

(38) вĕсем çул çÿресе пĕтеричченех пĕтĕм Израиль халăхĕн куçĕ умĕнче кĕлĕ чатăрĕ тĕлĕнче кăнтăрла Çÿлхуçа пĕлĕчĕ тăнă, çĕрле ун ăшĕнче вут çуннă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 ]

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

[i] and reduced them to cruel slavery, Чăвашла куçарнинче «чура» сăмах çук. Сăмахĕсем те ытлашши нумай.

[ii] Сăнани, ÿпкелешни

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.