Çеçпĕл чунĕ


Геннадий Волков ][ Kennatĭ Volkkăf


…Çĕн çул çине, çĕн чечексем чĕртсе,

Интернационал кĕперĕ анĕ.

 – Çеçпĕл Мишши

Пурсамăрăн кăмăлăмăрсене те революци урăхлатса çĕнетрĕ. Эпир тĕпренех çĕнелнĕ çынсем. Хăватлă, çĕн чĕреллĕ, çĕн ĕмĕр чăвашĕсем. Коммунистсем. Совет гражданинĕсем. Тăван чăваш халăхĕн ывăлĕ-хĕрĕсем. Кирек мĕнле халăхăн та хăйне евĕр пахалăхсем пур. Уйрăмлăхсем. Кусем — халăхăн ăстăн пуянлăхĕ.

Çула тухас умĕн Çеçпĕле вулатăп. Çул çинче Çеçпĕле пăхмасăр калатăп. Пултарнă таран Çеçпĕл юррисене юрлатăп. Хăшпĕр чух унăн сăмахĕсене тупа вырăнне пăшăлтатăп.

«Мĕнпур шухăшăм тăван çĕршывăм çинчен кăна…» — Çапла çырать Çеçпĕл Киевран Шупашкара. Хăш чух хĕвеллĕ шухăшпа ăса улталас килет, тет аслă сăвăçăмăр. Ялтан яла çÿрерĕм. Чăваш çĕршывĕ тăрăх. Çеçпĕл ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнине курса савăнтăм.

Путсĕрсенчен йĕрĕнетĕп, вĕсене кураймастăп, тет Çеçпĕл. Çулăм чĕреллĕ революционер. Тасаран таса кăмăллă çын.

Эпĕ коммунист! Коммунистшăн нимĕнле чăрмав та çук. Коммунист тума пултарайманни нимĕн те çук.

Темĕнле йывăрлăхра та Çеçпĕле çак шухăш йăпатнă. Тĕрлĕ йышши йăх-яхсене хирĕç тăрса, вăл коммунистах, пулса юлма вăй çитересчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Нимĕнле хĕсĕрлÿ те хăратман ăна. Çеçпĕле пĕтерме пулнă, чĕркуçлентерме никам та пултарайман. Чăн-чăн коммунист пулнă вăл.

Мĕнле çĕкленÿ, ĕненÿ, мĕнле вирлĕ шанчăк унăн кашни йĕркинчех! Çак шанчăка ăна революци панă. Çак шанчăка хĕмленсе пыма тăван халăхăн ырă кăмăлĕ пулăшнă. «Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!» — тет сăвăç.

«Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхийĕ»,—темеллеччĕ пек. Вăл:«чĕлхиçĕм»,—тет, мĕншĕн тесен Çеçпĕл — кăмăллă çĕршывăн кăмăллă ывăлĕ, кăмăллă çĕршывăн уйрăлми пайĕ.

Çак кăмăла тĕпĕлех ăнланса илесшĕн çунтăм эпĕ. Теччĕре те пултăм, Çеçпĕл ялĕнче те… Шупашкарта Çеçпĕл çÿренĕ урамсем тăрăх васкамасăр утрăм. Елчĕке те пынă Çеçпĕл. Пĕр хутчен çеç мар. Унта та вăл сывланă сывлăшпах сывланăн туйрăм. Мускав, Крым, Киев, Остер… Нумай çĕре çитрĕм. Тĕпчевçĕ пулса çÿремерĕм, Туякан-шухăшлакан ахаль çын пек. Çеçпĕлпе пĕр юнлă халăх ывăлĕ пек.

Таçта та çитрĕм. Якутпа Тăва çĕршывĕсенче çÿрерĕм, Калевала çĕрĕнче çарран сахал мар утрăм, Литва, Латви, Эстони ытамĕсенче пултăм, тутарсемпе пушкăртсен, çармăссемпе мăкшăсен культура ÿсĕмĕсене курса савăнтăм, Кăркăсстанпа Казахстан çитĕнĕвĕсем хамăр килти ăнăçусем пекех хавхалантарчĕç, осетинсемпе грузинсем мана хăйсен чăвашла янракан сăмахĕсемпе тĕлĕнтерчĕç, Çеçпĕл юратакан, Çеçпĕл мухтакан сăмахсем.

Кирек ăçта кайсан та, Çеçпĕл пуçран тухмарĕ, чĕре варринчен хăпмарĕ. Кирек ăçта çитсен те, вăл сăвăласа мухтанă «Интернационал кĕперĕн» тĕрекне курса хĕпĕртерĕм. Кирек ăçта та Хусанкая пула аллă тĕрлĕ чĕлхепе янракан Çеçпĕл çинчен шухăшларăм. Куçаракансемпе калаçрăм, вулакансемпе пуплерĕм.

Аллă чĕлхеллĕ Çеçпĕл, çур ĕмĕрлĕ СССР — мĕнле парне, мĕнле хăват! «Чăваш ачи, сассуна пар!» — тет Çеçпĕл. «Килсем! Килсем!» — тет пĕтĕм чун хавалĕпе кăмăл çĕкленĕвĕпе. Килчĕç те кайрĕç Элкерпе Хусанкай, Пур Ухсай. Татах та килĕç. Çамрăксем йышлă. Тăван чĕлхене юратса çитĕнеççĕ, Çеçпĕл Мишшипе Митта Ваçлейĕн ĕмĕчĕсене пурăнăçа кĕртĕç вĕсем.

Шупашкартан Кавал таран,

Çĕрпÿ, Чикме, Етĕрне урлă

Юрру сассийĕ кайĕ сан.

Кăмăл, кăмăл… «Аликкĕм — саламаликкĕм» тенине Шупашкарĕнчех те илтрĕм пĕр хут çеç мар. «Алик-салам — пĕр салам»,—текен те пулчĕ.

Чăвашра çитмен çĕр юлмарĕ. Кавалра «Апат тутлă пултăр!» терĕм апатланакан чăвашсене. «Эс каланă пек пултăр. Кил апата, пĕрле апатланар»,—терĕç хирĕç, «Пĕрле апатланнă чух — ĕçме-çими тутлă, пĕрле ĕçленĕ чух ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçлă»,— тенине илтрĕм Вăрмарта. «Ĕмĕр пĕрле, ай, пулар-и!» — тесе урăлла юрланине илтрĕм Чикмере. Халăхăн хăйне кура кăмăлĕ пур, çак кăмăл пахалăхне ачаран ăспа чĕрене илсе ÿсекен çеç халăхăн шанчăклă ывăлĕ пулать.

«Вăй патăр!» — терĕм Елчĕкре. «Эс каланă пек пултăр, кил пĕрле ĕçлеме!» — терĕç хирĕç. «Васкани çитермест, пÿрни çитерет» тениле асра тытмалла пулчĕ: чарăнса çынсемпе пĕрле ĕç турăм. Пĕрле, пĕрле, пĕрле…

Çак сăмах яланах илтĕнсе тăчĕ, унăн янравĕ хăлхана çеç мар ачашларĕ, кăмăла та тиврĕ. Пĕр шухăш, пĕр ĕмĕт, пср кăмăл… Çак пĕрлелĕх — халăх чунĕн тĕп тымарĕ мар-ши?

Вăй патăр… Кам патăр ăна? Паллах, пĕрле ĕçлени. Пĕрне-пĕри пулăшни. Ĕçре те, ăсра та.

Калаçса тăракан ушкăн умĕнчен те чĕнмесĕр иртсе кайма аван мар. «Канаш пĕрле пултăр!»—тесе хăвартăм Çĕрпупе Етĕрнере. Пур çĕрте те ăнланакансем тупăнчĕç. Ушкăнĕпех е пĕчченшерĕн хуравларĕç: «Эс каланă пек пултăр. Кил пĕрле канашлăпăр!»

Чĕмсĕрлĕхе юратмасть чăваш. Кăмăлсăр, тет ун йышшине. Çеçпĕл кăмăллă пулма хушать. Утă çулакансене: «Çаранăр илпеклĕ пултăр, уттăр тухăçлă пултăр!»—тесе хăвартăм. Утă турттаракансен телĕнчен «Перекет пултăр!» тесе иртрĕм. Тырă акакансене: «Пĕр пĕрчĕрен — пин пĕрчĕ!» тесе сĕнтĕм. Çĕнĕ çурта кĕрсен, «Никĕс питĕ пултăр!» — терĕм. Хăшпĕр çĕрте ку халал çумне тата тепĕр сăмах та хушрăм: «Кĕтес типĕ пултăр!» Никĕсне тĕреклĕ пулма сĕнни вырăнтах çĕрмелле пултăр, вут-кăвар ан тĕкĕнтĕр тенине пĕлтерет. Кĕтес йĕпенмесен, çурт çĕр çул та ларать, тет чăваш. Никĕс питти те лайăх, кĕтес типпи те кирлĕ. Пурте — хăй вырăнĕнче.

Мунчана каякана: «Ăшши тутлă пултăр!» — тесе ăсатрăм. «Мунчи кĕленче, милĕкĕ пурçăн, чулĕ мерчен, ăшши шерпет пултăр!» — тепине те хапăлласах йышăнчĕç. Ваттисем кăна мар, хамран кĕçĕнтереххисем те.

Сĕтпе хăналакансене «Ĕнĕр сĕтлĕ пултăр!» тесе хăвартăм, сăра астивтерекенсене: «Салатăр ăнтăр, хăмлăр йÿçĕ пултăр, тухăçлă тухтăр, сăрăр çăра та кăпăклă пултăр!» — терĕм.

Ырă кăмăл сăмахĕ чăвашăн нумай. Çул çинче тĕл пулнă çынсене тĕрлине тĕрлĕ каларăм, анчах пурне те ырă сунтăм:

«Сыв пул, çулу ăнтăр!»

«Çулу яка та тикĕс пултăр!»

«Пурăнăçунта ырă кунсем кăна пулччăр!»

«Сĕт çулĕпе кай, çу çулĕпе. кил!»

«Кану вырăнĕсем типĕ пулччăр!»

— Хура пуличчен шурă пул,— тет чăваш.— Усал пуличчен ырă пул.

Ырра лайăх ăнланать халăх. Ырра ырă тăвасшăн çунать этем. Халăх пархатарĕ тени, тен, çавă-ши?..

Укăлчасем тĕлĕнче вуларăм савăнса «Добро пожаловать» тенине те, «Килĕрех» тенине те. Вырăсĕ те ырă сунать, чăвашĕ те ырă кăмăлпа чĕнет. Аван иккен ку тĕнчере ырă сунма, ырă тума, ырă пулма.

Ырă кăмăл чи хакли иккен, чи кирли иккен. Кĕвĕçÿре, кÿлешÿре, ăмсанура, вĕчĕрхенÿре, вăйăрханура — ырри çук. Кÿлешÿ пуличчен килĕшÿ пултăр, тет чăваш. Кÿренÿ пуличчен вĕренÿ пултăр, теессĕм килет манăн. Кĕвĕç çынна ушăнакан çын, тенĕ чăваш. Ăна чирлĕ çын вырăнне хунă. Ăмсанакана «тăмсая кайнă» тени те пулнă. Курайман çын хăй те кун кураймасть, тенĕ.

Ырă пулма пултарни — телей, ырă тума пултарни — пархатар. Урамра та, килĕнте те, шкулта та, лагерьте те, колхозра та, çула тухсан та çавна асту, шăллăм. Çавна ан ман, йăмăкăм.

Кăмăл тени асăнта пултăр, тăванăм. Эп каланă сăмахсене ваттисене каласа пăх — тен, йышăнĕç. Унтан çамрăккисене те кала. Илтни «пĕлетĕп», тейĕ, пуçласа илтекен сăмахсене асĕнче хăварĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s