Çуралнă кун сăвви

Алюш ывăлăма

1

Паян тĕнче парни —
эс пиллĕк тултарни.
Санран инçе аçу…
Ак телеграф та çук.
Эппин, çак сăвăран
сан минтерне çити
ăсантăр ман ятран
шур кĕлчечек çути!..
Санпа халь вĕсене
сăнасчĕ çак садра —
аçу ачалăхне
упранă çĕр-шывра:
тахçан Карелире
эп пулнă — пиллĕкре…

2

Эс, кайăк юрри пек,
пĕр чĕвĕл-чĕвĕлпе
ялан асра, ăсра
«чи-чи» пулса янра:
чи çепĕççи эс, чи
сарри, кăвак куçли;
чи — асăм варринчи,
чи — ăшă сăмахли;
чи — чунăм юратни,
чи — чунăм ыратни;
çакна ачаш ăспа
мăн çын пек ăнланни,
куçран пăхса чунпа
тÿрех туяканни;
чи сассăр кĕтекен,
чи ăшшăн сĕнекен!..
Çав «чи» — кашнийĕн пур!
Пулах — чи пиллĕхли:
çакна ăсна эс хур,
эс, манăн пиллĕкри!

1976, Карели