Июнĕн 22-мĕшĕ


Александр Алка ][ Aleksantăr Alka


Сасартăк тревога янрарĕ ирпе.
Сасартăк, пĕр харăс тăрса,
Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе
Васкарăмăр аслă вăрçа.
Эпир – малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе
Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне,
Ахлатрĕ тавралăх, шартах чĕтренсе,
Тем шăхăрчĕ: хăшĕ-хăшне!
Вăл вут пек снаряд-мĕн шартлатрĕ çумра,
Сÿ килчĕ, сÿ кайрĕ хĕрÿ…
Пĕрех, çирĕп шанчăк çуралчĕ чунра,
Ун ячĕ – асту – Çĕнтерÿ.

Эпир – малтисемччĕ. Юн кÿпнĕ тăшман
Хăй, ирсĕр, юн хăсрĕ çав ир.
– Эпир халиччен никама парăнман! –
Каларĕ пире командир.
– Нихçан парăнман, парăнассăмăр çук!
Ман хыççăн! Атака! Вакла!..
Хĕçе-хĕç тăма тарăхса кĕрес чух,
Шарт сикрĕ тăшман кайăкла.
Вăл чакрĕ юнпа антăха-антăха,
Ун хыççăн сÿ кайрĕ хĕрÿ…
Эй, шанчăклă ĕмĕт! Хĕрт выçă йăха!
Мухтав, малтанхи Çĕнтерÿ!

Ик-виçĕ кун иртрĕ хирте унтанпа.
Пуçламăш каймасть асăмран:
Е çивĕч хĕçпе, е хĕрÿллĕ вутпа
Йăванчĕ тăшман хăлаçран…
Юн сыпнă çеçкеллĕ тĕмсем хушшинче
Эп тупрăм юлташăн ÿтне.
Маттурăм. Пăшалĕ выртать çумĕнче.
Хăй лăпкăн çеç ÿкнĕ ÿпне.
Мухтавлăн сан сÿнчĕ, тăван, ĕмĕрÿ:
Выртатăн – ху пăхнă мала…
Чи шанчăклă ĕмĕт – пулас Çĕнтерÿ
Хытарчĕ йăваш кăмăла.

Ик-виçĕ кун иртрĕ. Тăван хирелле
Фашист ывăтать-ха кăвар;
Эпир çĕкленсен, хăй каять вирелле;
– Эпир – чурасен йăхĕ мар.
Эпир – ирĕк халăх, пĕр харăс тăрса,
Кĕретпĕр вут-çулăм ăшне.
Эпир пĕрре мар вăрçса курнă вăрçа,
Ак, курăпăр: хăшĕ – хăшне!
Чунра сивĕнмест пурнăç панă хĕрÿ,
Пăшал шăпланмасть алăра.
Чи шанчăклă ĕмĕт – пулас Çĕнтерÿ
Çÿрет пирĕнпе вăрçăра.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s