Атьăр, хĕрсем, выляма…

Халăх юрри


Атьăр, хĕрсем, выляма
Ешĕл çерем тăршшĕпе.
Халь выляса юлнисем
Кайччăр ĕмĕр тăршшĕпе.

Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет,
Хăй çинçине хăй пĕлмест.
Каскăн каччă хĕр тиркет,
Хăй каскăнне хăй пĕлмест.

Каçар-и-ха шыв урлă
Шыв сирпĕнсе тăмалла.
Калар-и-ха çак вăййа
Çын тĕлĕнсе тăмалла.