КУЛЛЕНХИ СУНĂМСЕМ

Çынсем пĕр-пĕрне е Турра, хĕвеле, çĕре т. ыт. калакан сунăм сăмахĕсен тĕсĕсем нумай: ыйту-тархаслу, пуçтай, ÿкĕт, витĕм, хушăм, хÿхе, пил, пехил, халал, тав, мухтав, тупа … Вĕсем уйрăм халълĕн тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çын хушшинче илтĕнеççĕ. Сунăмсемпе пилсене пурнăçри йăласенчен, пулăмсенчен уйăрма çук. Çынпа кил-йыш хушшинчи пысăк ĕçсене пурне те сăмахпа палăртса пынă. Саптака панă— пиллесе янă, качча панă— пехилле-се янă, ача çуралнă — каллех ыр сунса каланă. Çавăнпа пил-пехил сăмахĕсем çав ĕçсен йĕркисен кĕлли-сăвапĕсем шутнех кĕреççĕ. Çапах та халăхра ытти чухне те час-часах калакан ырă сунăмсем пур. Вĕсенчен хăш-пĕрисене кунта кĕртрĕмĕр, ыттисене хăйсен йăлисен йышне кĕртнĕ.

Харкам каламалли кĕске кĕлĕсем

Турăçăм, этем ывăл-хĕрне Сана хисеплесе пуç тайса пурăнма çут тĕнче-не кăларнине асра тытатăп. Çак йывăр сехетре хамăн халсăрлăха, айван-лăха сиссе тăратăп, çавăнпа Санăн хăвата, Санăн таса кăмăлупа ырă су-нулăхна шанса ыйтатăп: пулăш мана, хăтар мана, çăмăллăх тупма вăйна пар. Паян мана хăрушлăхра пулăшма пултаракансем сансăр пуçне никам та çук. Санран пулăшу ыйтатăп, сана кĕлĕ калатăп! Вăй пар мана!

***
Эй, Турăçăм! Çул кăтартса пыр, ертсе пыр мана, упра мана, йăлтăр çутă пар та сÿнми пайăркаллă çăлтăр ту манран. Эсĕ хăватлă та вăйлă, эсĕ ырă та сăваплă. Мана хăвăн сăвапна кăтарт. Вăй-хăват пар, ура çине тăрса малалла утма çăмăллăх ыйтатăп.

Малаллине вулас

Тĕрлĕ самантра каламалли çаврăмсем

Шыва кĕрес умĕн
Турпас пек çăмăл, тĕк пек типĕ!

***
Тăпри аяла, хам çиеле!

***
Эй, пĕсмелле! Шыв ама, шыв ашшĕ, шыв йышĕ, шыв ачипчи! Ху усална хăв ил, хам лайăха хама пар. Мана ан хăрат, шыва ан турт. Сана пÿ вырăнне пÿ паратăп, чун вырăнне чун паратăп. Çырлахса кай!

***
Шыв ашшĕ, шыв амăшĕ, каçар, хĕн-асап ан пар. Шыври вилесем, эсĕр те каçарăр. Вырăс, тутар вилли, чăваш вилли, арçын вилли, хĕрарăм вилли.
Хĕрĕх те пĕр тĕслĕ шыв, эсĕ ан тыт, ÿслĕке ан ерт, карланка ан ырат-тар, каçса çÿренĕ чухне ан хăрат, эсĕ те, шыв папайĕ, шур сухаллă ватă карт, эсĕ те, шыв асламăшĕ, шур çÿçлĕ ват карчăк, эпир шыв ăснă-тунă чухне ан хăрат.

Çăл умĕнче
Шыв ашшĕ, шыв амăш, каçар мана, эпĕ çăлтан шыв ĕçесшĕн, хĕн-асап ан пар. Шыв ашшĕ, шыв амăш, каçар мана. Эп сан шывна ĕçсе савăнтăм. Каçар мана, хĕн-асап ан пар.

Пасара кайнă чух
***Сутас тавар хака каймалла пултăр, илесси йÿне килмелле пултăр, кирлĕ-кирлĕ марпа ан шарлаттар, хак виçеллĕ пултăр.

Аташса кайсан
Эй, Турă, Тур папай, ырă çула кăлар мана, Турă, Турă папай, хамăн çула хама туптар, шыраттар.

Чир-чĕртен каланисем
***
Турра, Турă Амăшне, Пÿлĕхçе, Пÿлĕхçĕ Амăшне, Турă умĕнче çÿрекен ырра. Турă, Турă Амăшĕ, Пÿлĕхçĕ, Пÿлĕхçĕ Амăшĕ, Турă умĕнче çÿрекен ырă, ырлăх пар, сывлăх пар, усала-тĕселе пиртен сир, ытла чĕлхерен, вут-кăвартан, вăрăран-хурахран сыхла, ырлăх пар, сывлăх пар, каç вырт-ма канлĕх пар, ир тăма çăмăллăх пар, хуш курса хапăл ил, амин. Çырлах.
***
Ĕнтĕ сана, пилеш йывăçĕ, çурта лартса пуççапатăп. Темле çимĕçне пĕлмесĕр çирĕм, ман шăл çавăншăн сурса ыратать, пуç çаврăнать. Малашне ĕнтĕ пĕлмен çимĕçе шăл айне хумăп. Акă сана çурта лартса пуççапатăп, урăх малалла ман шăла ан сурт, пуçа ан ыраттар.

Ал валли сăвапĕсем

Çынна пытарнă, асăннă чухне е халăхпа чÿкленĕ çĕрте çурта тата ал валли çимĕç параççĕ.
Çуртана сулахайпа тытаççĕ, çăкăр татăкне сылтăм алла илеççĕ, çиме пуçличчен ăшра кашнин сăмах каламалла. Киреметре, учукра каламаллисем пĕр тĕрлĕ, асăнура, юпара каламаллисем кăштах хăйсене евĕрлĕрех пулаççĕ.
Яланах калама юрăхлă ал валли сăвапĕсем те пур.

***
Кайнă тăванăм, сана яланах ырăпа асăнатăп. Манăçми яту пулăшса тăтăр; леш тĕнчере çăтмах пултăр, ку тĕнчере ырлăх пултăр, пурăнакансене çăмăллăх кăтарт.

Учукри ал валли сăвапĕ
***
Эй, Турă! Эсĕ çитес çулра пилле, тырăсене лайăх ÿстер, выльăх-чĕрлĕх нумай пултăр, вăхăчĕпе çумăр пар, ытти усалсенчен çăл, выльăх-чĕрлĕхсе-не лайăх усра, çил-пăртан, вут-кăвартан хăтар.

***
Паçăр пĕтĕмĕшле [асăнтăмăр], халĕ ал валлипе. Эпир çитерейменнине ал валли çитертĕр.
Çырлахах, Мăн кĕл илен! Савса панине савса ил, айван кĕллĕмĕре хапăл ту.

Управлăх кĕлли. Уша кĕлли

Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ


***
Эй, Турă! Ху çаврунтан ан кăларсам пире.
Хăвăн чĕлхÿ çинчи сăмахсене калаттар. Сиплевçĕ сип сĕткенĕллĕ курăк-сене пĕлнĕ пек, этем чунне сиплекен сăмахсене вĕрент. Кун каçа йывăçа та пулин ăшă сăмах калаттар. Ырă шухăшăм ырă сăмаха çаврăнтăр: ырă сăмах ырă тĕнче тăвать, усал сăмах усал тĕнче тăвать. Хам çынсенчен мĕн кĕтнине çынсене сунма вĕрент. Çак пурнăçра йăлтах çаврăнуллă, çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Емĕтсĕр ĕмĕтсене шухăша ан кĕрт: ывăçа кĕменни пÿрне хушшипе юхĕ. Хама ырă суннă çыннăн ятне ырăпа асăнтар: асăнса пурăн-сан этем ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр. Тăван çĕр çине тапса тухнă курăк сассинче пирĕнтен уйрăлса кайнă тăвансен сассине илтме вĕрент — çут çанталăкпа этем пĕр тĕвĕре пулнине манма ан пар. Çул тăваткăлне çитсен чарăнса тăмалăх тÿсĕм пар. Ывăл-хĕрĕме хăйсем çут тĕнчене килнĕ çул сăваплăхне хисеплеме вĕрент: амăшне сума сăваканăн чунĕ те, алли те таса пулĕ. Ама çулпа килнине ама çулпа çÿрет, аçа пулса килнине аçа çулпах çÿрет.
Чăваш пулса хĕвеле пуç тайма, çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене ăнланма, шалти тĕнчене — çынлăха — упрама вĕрент. Чăваш пулса юлма вĕрент.
Чăваш пĕтсен — тĕнче пĕтет.
Эй, Турă! Тĕнчене пĕтме ан пар, этеме упра, çут çанталăка упра, тăван чĕлхене упрама пулăш.

Уша юпи çине кил çурти лартсан калакан кĕлĕсем
***
Килĕм-çуртăм, вутăм-кăварăм, выльăхăм-чĕрлĕхĕм лайăх тăтăр; çула тухсан çула савăнтар, киле килсен киле савăнтар. Ку çуртана кил пуçне лартатпăр.

***
Эй, Турă, Тур папай, мана тăшмана çĕнме вăй пар. Тăшман айне пул-ма ирĕке ан яр мана. Мана тăшмана хирĕç тăма çăмăллăх-канлĕх пар, тăшмана çĕнме, Турă, пулăш мана.

***
Эпĕ çылăха кĕтĕм пулсан, эй, Турă, Тур папай, эпĕ çылăха кĕтĕм пуль, ытлашши калаçса çылăха кĕтĕм пуль, вăрă вăрласа çылăха кĕтĕм пуль, кирлĕ-кирлĕ мар çынпа усал калаçрăм пуль. Мĕнле пулсан та каç-ар мана, хĕн-асап ан пар, çăмăллăх парса тăр. Эй, Турă, Тур папай, ан пăрах мана, эпĕ те Тур ачи, Турă, çăл. Пули-пулми çынпа ан хутшăнтар, ан вăрçтар. Кирлĕ-кирлĕ мар усал çын çумне ан яр.

Çул сăвапĕсемпе сунăмсем

Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ


Çула тухас умĕн калакан кĕлĕсем
***
Чипер кайса чипер килмелле пултăр, каялла Турă çавăртăр сана. Ырă çулпа кайса ырă çулпа килмелле пултăр. Çулĕ вăрăм пулĕ, ĕçĕ-хĕсмечĕ нумай тупăнĕ, чăтмалли-курмаллинчен ан хăра. Упран. Упранакана Турă упрать. Чипер тухса кайса чипер килсе кĕмелле пултăр.

***
Ĕлккен утăмсене кÿлсе
Инçе çула паян тухатăп.
Пÿлĕхçĕм, Туррăм, санран ăнăçлăх ыйтатăп,
Çитес çĕрте тараватлăх ыйтатăп.
Каяс çулăм такăр пултăр,
Сутас-илес ĕçĕм ăнса пытăр.

***
Утăмсем çулта ан чирлеччĕр, Хурах тĕлне ан лекчĕр. Çичĕ çырма урлă ашăпăр, Çичĕ кĕпер урлă каçăпăр, Утăмсем паттăр пулччăр, Таканĕсем çирĕп пулччăр. Çу çулĕпе каймалла пултăр, Сĕт çулĕпе килмелле пултăр. Пирĕн çула сарă Хĕвел ăшăттăр, Пирĕн çула Тимĕр шалçа палăрттăр, Пирĕн çула Кашкăр çăлтăрĕ çутаттăр. Пÿлĕхçĕм, асăнатăп сана ăшă кăмăлпа, Çул чÿкне тăватăп шур хурпа. Инçе çулта пире эс ан пăрах, Инçе çулта пире эс упрах. Çырлах!
Эсир те, Пăлхарта выртакан ырăсем, Эсир те, Ăшьельте выртакан ырăсем, Эсир те, Чапăрлăра выртакан ырăсем, Çырлахăр!
Сирĕн ятăра та асăнатăп,
Сирĕн ятăрпа та шур хурпа пуç тайса
Чÿк тăватăп. Çырлахăр!
Каяс çулăм такăр пултăр,
Килес çулăм ăнăçлă пултăр.
Çырлахăр!

Çулра çÿренĕ чухнехи сăвап
Çул çине кайсан та, ир тăрсан та, каç выртсан та çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ куçа, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ этеме, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кайăка, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер-сехмете, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ хаяр-усала сирсе пыр, Турă.

Япала сутма кайнă чух
Атте Турă! Ăшă туйăмпа, тутлă чĕлхемпе ыйтатăп. Пасар ашшĕнчен, пасар амăшĕнчен çемçе кăмăлпа, çуллă чĕлхемпе ыйтатăп: паян каякан пасарта тунă ĕçе хисеп туса, илекен йыша тупса пар. Сутас сутăма вите-рех сутма пар. Алла тытнă ман ĕçе, ытараймасăр, алăран ан ятăр. Эпĕ тăрăшнине витерсе хак хăпартса сутма пар. Илес тавар курăнсан илесси-не йÿнеçтер. Каяс, килес çула кĕскет, усал-тĕселтен, вăрă-хурахран сых-ла. Аминь.

Çула каяс çыншăн кĕлтуни
Эй, Туррăмăр, Туррăмăр! Эсĕ тĕрĕс илсе пыракан, чĕрлĕх паракан хăват. Эсĕ хăвăн çыннусемпе пĕрле çула пыратăн.
Эй, патша Турă! Çак хăвăн çыннупа — Хĕветĕрпе — пĕрле те çула пыр. Пур усалтан, пур кансĕрлĕхрен сыхла ăна. Канлĕх курса пымалла, ырă кур-са тăмалла ту ăна. Эсĕ курнă тăрăх Хĕветĕре тÿлехĕ ырă ĕç туса, ку тĕнче ырлăхĕсене, çÿлти ырлăхсене курса каялла тавăрăнса килмелле пултăр. Пат-шалăх та, хăват та, ăслăлăх та санăн. Çул пиллĕхне пар пирĕн çыннăмăра.

Кĕтекенсен сăвапĕ
***
Хĕвелпе уйăхпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: таврăнсамччĕ, кĕтнĕ çыннăм, пурпĕрех таврăнсамччĕ. Çул çинче пин-пин сăрт пулсан та, пин-пин шыв хушăра пулсан та — килетĕнех эсĕ тăван çĕре çаврăнса. Аслă шухăш сана çул кăтарттăрах.
Эп сана ывăнмасăр кĕтетĕп. Эп сана манмасăр кĕтетĕп. Эсĕ пĕрех ки-летĕн, килетĕнех!

***
Турăпа-ырăпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: килсемччĕ тăван çĕршыва, кĕтнĕ çыннăм, пурпĕрех çаврăнса килсемччĕ.
Çĕр-çĕр вăрман хушшăмăрта пулсан та, çĕр-çĕр хир умăнта сарăлса вырт-сан та — тăван çĕре çаврăнса килетĕнех. Аслă туйăм сана çул кăтарттăрах.
Эсĕ пĕрех килетĕнех!

***
Ял-йышпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: килетĕнех çаврăнса тăван вырăнсене, кĕтнĕ çыннăмăр. Пурпĕрех çаврăнса килетĕн. Аслă Хĕвел сан çулна çутатса тăтăр, Аслă Турă сана хÿтлĕх парса пытăр. Пирĕн юрату сана ăшăтса пурăнтăр.
Аçу-аннÿ çĕршывĕ куç хупмасăр кĕтет сана!
Эсĕ пĕрех килетĕн, килетĕнех!

Çĕнĕ атă-пушмак, тумтир тăхăннă чухнехи сăвапсем

Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ


Çĕнĕ çăпата сырнă чух каланă кĕлĕ
Курайманăн куçĕ шăттăр, чăтайманăн чĕри çурăлтăр. Утса пыракан тăрса пăхтăр, утпа каякан анса пăхтăр. Çак çăпатана тăхăнсан çĕр çул пытăр, тăхăнса çĕтĕличчен пытăр; çĕтĕлсен виçĕ çул вырттăр.

Урана тăхăннă чухнехи сăмах
Курайманăн куçĕ шăттăр, чăтайманăн чĕри çурăлтăр. Утса пыракан тăрса пăхтăр, утпа каякан анса пăхтăр. Çакă çăпатана (атта, пушмака, çăматта) тăхăнсан умри çул тикĕс пултăр, çĕтĕличчен урана çăмăл пултăр. Çĕтĕлсен виçĕ çул вырттăр.