Халăхла ĕненÿ: Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем


Виталий Родионов / Vittalĭj Rotionăf


Кирек хăш халăх та сăмахăн асамлă хăватне авалтанах ĕненсе пурăннă. Калăпăр, пĕр-пĕр çын чирлесе ÿксессĕн ăна сыватма пултаракан е унăн сăлтавне пĕлекен çынсене (пĕлÿçĕ, вĕрÿçĕ, юмăç т.ыт.те) чĕлхе вĕртернĕ, суртарнă е çÿлти вăйсенчен ырлăх-сывлăх ыйтса кĕлĕ сăмахĕсем каланă. Тахçан авал чĕлхе тата кĕлĕ сăмахĕсем пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, вĕсем çут çанталăкри тĕрлĕ вăйсемпе хутшăннă самантсенче кала-нисенчен йĕркеленсе кайнă. Чăвашсемпе чĕлхе тĕлĕшĕнчен хурăнташлă якут, алтай, шор, хакас тата ытти халăхсен сăмахлăхĕнче эпир пăхса тухакан жанрсене паян кунчченех пĕр сăмахпа палăртаççĕ: алгыш, алгыс. Çак форма авалхи тĕрĕк чĕлхинчи алха (мухта, ырла, ырă сун) тымартан пулса кайнă. Ăна хирĕç пĕлтерĕшлĕ сăмах алхан пулнă, вăл пирĕн чĕлхере ылхан тенипе тÿр килет. Алгыш вара чĕлхемĕрте ылхаш формăллă пулмаллаччĕ, анчах та çав пĕлтерĕшпе пирĕн урăх сăмах çÿрет: пил (пехил). Ахăртнех, çак араб сăмахĕ чăн чăвашла формăна вăтам ĕмĕрсенчех (XIII—XIV) хĕссе кăларнă.

Тĕпчевçĕсем кĕлĕ тата чĕлхе сăмахсем те тахçан малтан пĕр тымартанах пулса кайнă тесе ăнлантараççĕ. Каярах вĕсенчен пĕрремĕшĕ çÿлти вăй-хăватсемпе хутшăннине, иккĕмĕшĕ çĕр çинчи тата аялти тĕнчери вăй-хăватсемпе хутшăннине пĕлтерме пуçланă.
Çапла вара, эпир пăхса тухакан жанрсем малтан пĕр пулни, вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса кайни çинчен çирĕппĕнех калама пултаратпăр.
Чĕлхе, кĕлĕ, пил тата ылхан йĕркисем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ çыхăнура тăраççĕ. Вĕрÿ-суру чĕлхисемпе ылхансене пĕрлештерекен ен вăл — вĕсем сыватас е чирлеттерес-хăртас пĕлтерĕшлĕ пулни. Кĕлĕсемпе пилсем пурнăç ырлăхĕ ыйтнипе е панипе çыхăннă. Чĕлхесемпе кĕлĕсене ылхан-пилсен-чен çакă уйăрса тăрать: вĕсем çын хушшинчи хутшăнăва мар, çынпа (об-ществăпа) çут çанталăк хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме пулăшаççĕ. Пил е ылхан йĕркисем çынпа çын хушшинчи хутшăнăва палăртаççĕ. Пиллесессĕн пин пулнă, пиллемесен (ылхансассăн) кĕл пулнă тенĕ ĕлĕкхи чăвашсем.
Сĕм авал, тĕрĕк-монгол йăхĕсем пĕрле пурăннă тапхăрта, психологи параллельлĕхне пула ансат чĕлхесем çирĕпленме пуçлаççĕ. Вĕсем çав вăхăтра кĕлĕсемпе пилсем вырăнĕнче те пулнă-ха. Каярах, пирĕн эра пуçламăшнелле, эпикăлла чĕлхесем аталанса каяççĕ. Кĕлĕ йышши чĕлхесем вара Атăлçи Пăлхар ĕмпÿлĕхĕ чăмăртаннă тапхăртан вăй илеççĕ темелле.
Çавăн йышши текстсенче ытларах Çÿлти Турă вăйăмĕ палăрать. Ку ыйтăва тĕплĕнрех Н.И. Ашмарин тĕпченĕрен малалла эпир унăн ĕçĕсене тишкерсе тухăпăр.
Чăваш кĕлĕ сăмахĕсенче тĕл пулакан уйрăм ятсене пăхса тухнă май Н.И.Ашмарин хăйĕн 1921 çулта хайланă «Отголоски золотоордынской старины в народных верованиях чувашей» ĕçĕнче çапла пĕтĕмлетÿ тăвать: «Среди названий чувашских божеств встречаются такие, которые как будто являются отражением былого общественно-административного строя, порядки которого и соответствующая иерархия были перенесены чувашином в область его религиозных верований — в мир тех таинственных существ, которым он молился и приносил свои жертвы. Этим былым, давно позабытым общественным строем мог быть или административный строй Волжской Болгарии, или более поздний строй Золотой Орды» .
Н.И.Ашмарин чăваш мифологийĕнчи чылай ятсем пулса тата кĕлĕ сăмахĕсем йĕркеленсе кайнине Атăлçи Пăлхар е Ылтăн Урта патшалăхĕсен вăхăчĕпе çыхăнтарать, вĕсене ислам тĕнĕнчи сăмах-йăлапа ăнлантарать. Унăн шухăшĕпе, кĕлĕ сăмахĕсене Ылтăн Урта вăхăтĕнче пуç пулса тăнă тĕрĕк чĕлхинчи сăмах çаврăнăшĕсем çаплипех кĕрсе кайма пултарнă. «Нет ничего удивительного в том, что старинные молитвы, в которых чуваши обращались и, вероятно, обращаются до сих пор к своим боже-ствам в частных и общественных молениях, носят на себе отпечаток того же самого административного быта, который отразился в названи-ях их божеств, — тесе пĕтĕмлетет тĕнчипе паллă тĕпчевçĕ-тюрколог. — Представляя себе последних в виде важных ордынских чиновников, они, естественно, могли включать в свои моления слова и даже целые выражения, заимствованные из бывшего тогда в употреблении официального тюркского языка, который, конечно, был чувашам более понятен и доступен, чем язык московских указов, грамот и челобитных, который выступил на смену официального тюркского после ханских ярлыков…» .
Кĕлĕ сăмахĕсенче официаллă çыруллă культура витĕмĕ сыхланса-упранса юлнă текен шухăш паянхи ăслăлăхшăн питех те пĕлтерĕшлĕ. Çав факт чăвашсен ватă аслашшĕсем патшалăхлă цивилизаци, çыруллă культура витĕр вăтам ĕмĕрсенчех тухни çинчен калать. Çав хушăрах Н.И. Ашмарин мифологипе тĕн терминĕ-сăмахĕсене пин-пин çулчченхи аваллăхра мар, шăпах çав çыруллă культура чечекленнĕ тапхăрсенче (X—XIV ĕмĕрсенче) шырамаллине, вĕсем пулса кайнине ун чухнехи чăн пурнăçпа çыхăнтарса ăнлантармалли çинчен калать. Шел пулин те, çак чăнлăха паянхи хăш-пĕр тĕпчевçĕ йышăнасшăн мар. Хăйĕн тепĕр ĕçĕнче («Введение в курс чувашской народной словесности») Н.И. Ашмарин маларах каланă шухăшсене чылай аталантарать, кĕлĕ сăмахĕсен хăй евĕрлĕхне пăхса тухать. Тĕнпе, ĕненÿпе çыхăннă жанрсем тахçан авалах йĕркеленнине па-лăртса кĕлĕ сăмахĕсем пирки вăл çапла калать: «Эти молитвы заключают в себе обращения к божествам, сопровождаемые различными пожеланиями, указываемыми на те нужды, устранения которых чувашин ждал от почитаемых им существ, а также на отношения чувашина к окружающему миру, к своим семейным, к друзьям, чужим людям и т.д. Молит-вы, как и другие народные произведения, заключают в себе драгоцен-ный материал для познания народной психологии и народных чаяний, они же дают нам материал и для изучения чувашской народной религии, изменявшейся с течением времени и принимавшей в себя элементы мусульманских и христианских, а еще ранее, может быть, и элемен-ты других религий, о чем мы доселе ничего определенного не знаем» .
Çу чăваш (вырăспа тутар тĕнĕсене куçман чăваш) тĕнĕнче мăсăльмансенчен куçнă сăмах е йăла йышлă пулнине Н.И. Ашмарин хăйĕн чылай ĕçĕнче палăртнă. Вĕсем халăх хушшинче анлă сарăлнă, официаллă мар ислам йăли-йĕркипе пĕрешкелех пулнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Чăвашсем пĕр хушă (Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче) çав тĕне уянă та пулас. Нимĕç çулçÿревçи 3. Герберштейн XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче çырнă тăрăх, Сăр шывĕнчен тухăçалла пурăнакансем пурте пуçĕсене хырса çÿренĕ, вĕсем ислам тĕнĕпе пурăннă иккен.
Кĕлĕ сăмахĕсенче е, пĕсмĕлле; çырлах; хуш хурса хапăл ил; çырлаха пар; тав тăватпăр, пуççапатпăр, витĕнетпĕр йышши сăмах çаврăнăшĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çав текстсенчи канон сăмахлăхра Атăлçи Пăлхар е Ылтăн Урта тапхăрĕсенчех çирĕпленсе ларнине палăртать Н.И. Ашмарин. Иккĕмĕш ĕçĕнче вăл кĕлĕ сăмахĕсен тытăмĕ хăш чĕлхерен кĕнине уçăмлатса çитерет: «Заимствовав некоторые названия своих божеств из административного обихода Золотой Орды, а может быть, и древней Камской Болгарии, чуваши позаимствовали кое-что из установившегося языка ордынских канцелярий, которые находились под сильным уйгурским влиянием, так как язык, на котором составлялись ханские бумаги, был в сущности уйгурский, перенесенный на новую почву уйгурскими писцами, приглашавшимися на службу к монгольским ханам Золотой Орды» .
Кĕлĕсене ушкăнлас ĕçе те Н.И.Ашмаринах пуçарнă темелле. Вĕсене вăл икĕ ушкăна уйăрса пăхнă: çулталăк çаврăнăшĕпе çыхăннă кĕлĕ сăма-хĕсем (слова годовых молений) тата уирăм сăлтавпа çыхăннă кĕлĕ сăмахĕ-сем (частные молитвословия). Пĕрремĕш ушкăнри йăласене çапларах вырнаçтарса тухнă:
1. Ака умĕн пăтти.
2. Вăрлăх пăтти.
3. Кĕтÿ умĕн пăтти.
4. Учук.
5. Çерçи чÿкĕ (çурхисем).
6. Каçхи чÿк.
7. Авăн пăтти.
8. Хур чÿкĕ.
9. Карта пăтти.
10. Килĕш пăтти.
11. Шыв нимĕрĕ.
12. Сăра чÿкĕ.
13. Хурт чÿкĕ.
14. Хĕрт-сурт пăтти (кĕрхисем).
Уйрăм сăлтавпа çыхăннă кĕлĕ сăмахĕсен шутне Н.И. Ашмарин никĕс пăтти, ĕне ырри кĕллисене, вĕрÿ-суру чĕлхисен кĕлĕ йышши сăмахĕсене, вупкăн чÿкленĕ чухне каланисене, мăн кĕлĕ вырăнне чÿкленисене кĕртет.
Н.И. Ашмарин кĕлĕсене çапла ушкăнланипе Г.И. Комиссаров та килĕшет. Çав ушкăнсене чăвашла вăл çулталăк улшăнăвĕнчен (хĕвел çÿре-вĕнчен) килекеннисем тата сарăмсăр (ăнсăрт) япаларан килекеннисем тесе палăртать .
Н.И.Егоровăн ушкăнлавĕ тĕплĕрех:
1. Кун çаврăнăш кĕллисем.
2. Ĕмĕр çаврăнăш кĕллисем.
3. Çулталăк çаврăнăш кĕллисем.
1989 çулта кăларнă «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» кĕнекере кĕлĕсене, Н.И.Ашмаринпа Г.И.Комиссаров пекех, икĕ ушкăна уйăрса пăхнăччĕ . Пĕрремĕш ушкăна халăхпа, ял йышĕпе ирттернĕ чÿксенче (уй чÿкĕнче, çумăр чÿкĕнче т.ыт.те) каланă сăмахсене кĕртнĕччĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ чылай пысăкрах. Унта кил-йышпа ирттернĕ кĕлĕсем кĕреççĕ. Вĕсем татах та пайланаççĕ:
1) кил-йыш хуçалăхĕпе çыхăннисем (вăрлăх пăтти чÿкĕ, карта пăтти, хурт чÿкĕ, чÿклеме, ташлама т.ыт.те);
2) кил-йыш ваттисене асăннипе çыхăннисем (çураçма, çимĕк). Çавăн пекех тата уйрăм çынсемпе çыхăннă кĕлĕсем те пур (ыйткалакан кĕлли, мунча кĕлли, сурăх каснă чухне кĕлту-малли т.ыт.те).
Кĕлĕсенчен кил-йышри вилнĕ çынсене асăннипе çыхăннисем авалраххисем темелле. Ваттисене асăнмалли йĕрке сĕм авалах пулса кайнă. Вилнисене калăмра, çимĕкре тата юпара ятарласа сăйланă, çăва-масар çинче е хай çырминче (ваттисене кĕпер туса каçармалли çырма) ĕçсе çинĕ, вут урлă сикнĕ, юрласа ташланă. Çапла туни вилнисене хисепленине пĕлтернĕ. Çураçма тексчĕн кÿлепи авалах йĕркеленни унăн тытăмĕнче те аван курăнать. Кашни çаври пĕрер ансат параллельлĕхрен тăрать, çавна пула çураçма форми ансат чĕлхесене питĕ çывăх.
Кил-йыш хуçалăхĕпе çыхăннă йăласенчен чылайăшĕ чăвашсен мăн аслашшĕсем Атăлпа Шурă Атăл (Кама) çине килсе ларичченех йĕркеленсе кайнă пулас. Çакна чăвашпа ытти тĕрĕк халăхĕсен (сăмахран, якутсен, алтайсен, шорсен, хакассен) çавăн йышши йăли-йĕрки пĕр пулнинчен те курма пулать.
Пилсен шутне ашшĕ-амăшĕ туйра, салтак ăсатнă чухне е ытти уйрăлусенче хăйсен ачи-пăчине пиллесе каланисене, эпи сăмахĕсене тата аслисем кĕçĕннисене вăл е ку ĕçе тума ирĕк панисене кĕртме пулать. Пилсем тата уйрăм çын кĕллисем урăхларах кÿлепеллĕ. Вĕсен сăмахĕсем пĕр пайран кăна — кăмăла пĕлтернинчен — тăраççĕ. Пил паракана е ыйткалакана, кĕлĕ сăмахĕсенчи пек, ĕçе ăнлантарса пыни кирлĕ пулман. Çакăн йышши текстсем, ахăртнех, каярах йĕркеленнĕ.
Кĕлĕсемпе пилсем тата чĕлхесем çинчен пĕтĕмĕшле çапла каламалла. Ку жанрсем чăваш халăх историйĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче йĕркеленсе çитнĕ. Асамлăхпа, çут çанталăка чĕрĕлетсе ĕненнипе çыхăннă жанрсем халăх пур-нăçĕн чи авалхи саманинче пулса кайнă. Хуçалăхпа тата çĕр ĕçĕпе çыхăннă жанрсем каярах çирĕпленсе çитнĕ. Ун йышши текстсем халăх сăмахлăхĕнче питех те йышлă. Çак факт та чăваш вăтам ĕмĕрсенчех çĕр ĕçченĕ пулнине ĕнентерме пулăшать. Кĕлĕсемпе пилсенче чăваш çĕр ĕçченĕ пек курăн-ни çинчен Н.И.Ашмаринах каласа хăварнă. Çав хушăрах вăл чăвашсем пĕр турăлăха (единобожие) кăна ĕненнине палăртнă: «Это единобожие у язычествующих чувашей создалось под влиянием мусульманской религии, которую когда-то исповедовали их предки, волжско-камские болгары, и которая оставила и до сих пор свои следы в современных нам верованиях народа частью под влиянием христианства» .
Пăхса тухнă жанрсене вĕсен илемлĕх тытăмĕ (поэтики) тĕлĕшĕнчен хак пани те кирлĕ. Çакă вăл вĕсен аталану çул-йĕрне лайăхрах асăрхама пулăшĕ.
Малтан кĕлĕ йышши чĕлхе сăмахĕсем çинчен калаçар-ха. Вĕрÿ-суру чĕлхинче кашни психологи параллельлĕхĕ интонаципе синтаксис пĕрлĕхĕ тăвать. Ун пек пĕрлĕх вĕçĕнче яланах чарăну пур. Çапла вара, психологи параллельлĕхĕ чĕлхери çаврасемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çакă вăл текстсене танлаштарса пăхсассăн та курăнать. Вĕсенчи çавра психологи параллельлĕхĕ пур текстра çеç çирĕппĕн йĕркеленсе пырать. Кĕлĕ йыш-ши чĕлхесенче ытларах рефренлă клишесем, хушса хунă сăмахсем, тĕл пулаççĕ.
«Виççĕ» хисепĕн асамлă пĕлтерĕшĕпе психологи параллельлĕхĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Тахçан авал вĕсен пĕрлĕхĕ чĕлхесенчи çаврана йĕркелеме пулăшнă. Каярах вăл илемлĕ шухăшлавăн пĕр хатĕрĕ пулса тăрать. Çапах та çав çаврасенче асамлăх туйăмĕ пĕтĕмĕшпех çухалман. Çак уйрăмлăха (синкретикăлла функциллĕ пулнине) жанр паллисенчен пĕри темелле. Çапла вара, чĕлхесенчи çавра халăх çут çанталăка чĕрĕлетсе ĕненнине тата хисеп асамлăхне пула йĕркеленнĕ теме пулать. Çав-расăр пуçне чĕлхе, кĕлĕ тата пил сăмахĕсенче тĕрлĕ повторсемпе çемĕ йĕркеленĕвĕ те пур. Çаксем ку жанрсене калуллă поэзи йышне кĕртме май параççĕ. Ансат чĕлхесенче çемме çак компонентсем йĕркелеççĕ: 1) икĕ синтагмăран тăракан çемĕ виçевĕ, 2) текст хăвăртлăхĕ тата 3) çавра вĕçĕнчи чарăну. Эпикăлла чĕлхесенче çемĕ йĕркеленĕвĕ, тĕпрен илсен, çав факторсенех тĕпе хурать пулсан та уйрăмлăхĕ те пур. Сăмахран, вĕсенче икĕ синтагма (предложенин тĕп пайĕсем) пĕр çавра мар, пĕр йĕрке çеç тăвать. Кунсăр пуçне ун пек текстсенче логикăпа интонаци пусăмĕ аван палăрать. Çавна пула эпикăлла чĕлхесем речитативлă сăвăран ытларах кĕлĕ йышши интонациллĕ сăвă енне туртăнаççĕ. Кĕлĕсене çывăх чĕлхесен çемĕ йĕркеленĕвĕ кĕлĕсен çемминчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.
Вĕрÿ-суру чĕлхисенче психологи параллельлĕхĕ çут çанталăк пахалăхне е паллине чĕрĕ чунсем (çын, выльăх-чĕрлĕх) çине куçарнăран пулнă пулсан, кĕлĕсенче вăл урăхларах. Вĕсенче этем хăтланăвĕ пĕтĕмпех çут çанталăк вăйĕсен кăмăлне çемçетесшĕн пулни курăнать. Авалхи çын: «Ку-рăнман вăйсене тăтăшах çырлахтармалла, вара вĕсем эпир ыйтнине пĕр хĕрхенмесĕр парĕç», — тесе ĕненнĕ.
Кĕлĕсем чылай чухне икшер пайран тăраççĕ: 1) чÿке мĕн-мĕн панине ăнлантарнинчен тата 2) çавăншăн аслă вăйсенчен мĕн-мĕн ыйтнинчен. Ăнлантаруллă тата ыйтуллă пайĕсем вăрăмăшĕпе тĕрлĕрен пулаççĕ. Çавна кура кĕлĕсене икĕ ушкăна уйăрма пулать. Пĕрремĕш ушкăна ансат парал-лельлĕхлĕ кĕлĕсем кĕреççĕ. Ун йышши кĕлĕсенче харăсах темиçе психологи параллельлĕхĕ тĕл пулать. Иккĕмĕш ушкăнри кĕлĕсен тексчĕ пĕр па-раллельлĕхрен çеç тăрать — ăнлантаруллă тата ыйтуллă пайсенчен. Çак уйрăмлăх чи малтан жанрсен функцийĕсем тĕрлĕ пулнăран килет пулас. Пĕр йышши кĕлĕсемпе тĕрлĕрен хăватсене, тепĕр йышшисемпе пĕр хăвата (Турра) кăна чÿкленĕ. Тĕрлĕ ырăсемпе хаярсене тата вĕсене паракан парнесене черетлесе асăнни, паллах, психологи параллельлĕхне нумайлатнă. Турра витĕннĕ кĕлĕсенче вара пачах урăхла. Вĕсенче чи малтан ăнлантаруллă пай пырать, ун хыççăн вăрăм, ыйтуллă пай тăсăлать. Çакăн йышши кĕлĕсем ансат параллельлĕхлисенчен чылай каярах пулса кайнă.
Тĕрлĕ вăй-хăватсене витĕнекен кĕлĕсенче кашни çавра ансат параллель-лĕхрен тăрать. Ун пек çаврасем кил-йыш ваттисене асăннипе çыхăннă кĕлĕсенче йышлă. Вĕсен çаври ансат чĕлхесенчи çаврасене аса илтерет. Ахаль-тен мар ĕнтĕ вĕсем чи авалхи кÿлепеллĕ кĕлĕсемпе чĕлхесем шутланаççĕ.
Кил-йыш хуçалăхĕпе çыхăннă кĕлĕсен çаврине ятарлă клише-рефренсем йĕркелеççĕ. Вĕсем ялан пĕр евĕрлĕ: «Пĕсмĕлле, аминь, Турă» т.ыт.те. Çакăн пек хушма сăмахсем кашни çавра хыççăн тĕл пулаççĕ. Вĕсене каланă вăхăтра чÿк тăвакансем виçшер хут çăкăннă (пуççапнă). Çапла вара, çакăн йышши кĕлĕсен çаври ятарлă рефрена тата чарăнăва пула йĕркеленнĕ теме май пур. Халăхпа ирттернĕ чÿксен çаврисем çинчен те çавнах каламалла.
Кĕлĕсенчи çавра тытăмĕ ансат параллельлĕхрен пуçласа ятарлă кли-ше-рефрен таран аталаннă тесе калама пулать. Кĕлĕсенчи параллельлĕхе политеизм вырăнне монотеизм вăй илни хĕссе кăларма пулăшнă. Сăмах май каласан, кĕлĕ йышши чĕлхесен çаврисем те ятарлă хушма сăмахсен-чен йĕркеленнĕ. Ахăртнех, çавăн йышши чĕлхесене ытларах халăхпа тунă чÿксем тата кил-йыш хуçалăхĕпе çыхăннă кĕлĕсем витĕм панă.
Кĕлĕсенче састаш (пĕр йышши сасă темиçе хут тĕл пулни) сайра тĕл пулать. Çакă вăл Турă умĕнче сăмах вылявĕпе мухтанни килĕшÿллĕ пул-манран килнĕ-тĕр. Çапах та аллитераци каярах пулса кайнă кĕлĕсенче (тĕслĕхрен, ташлама сăмахĕсенче) курăнкалать.
Кĕлĕсенче çаврасене çыхса тăракан синтаксис повторĕ тата сăмахташ (сăмаха темиçе хут калани) сайра тĕл пулать. Çавăн йышши пĕрпеклĕх психологи параллельлĕхлĕ кĕлĕсенче çеç тĕл пулни кÿлепен аваллăхне кăтартать.
Кĕлĕсенчи çемĕ чĕлхесен çемминчен уйрăмрах. Чи малтан çак уйрăм-лăхсене палăртни кирлĕ: чĕлхесенче логика пусăмĕпе интонаци, кĕлĕсенчи пек, тĕп вырăнта мар, кĕлĕсен йĕркисем пĕр-пĕринпе сăмах сыпăкĕ тĕлĕшĕнчен танлашма тăрăшаççĕ. Çакă вăл кĕлĕ çемми силлабика енне туртăнни çинчен калать.
Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем халăхăмăрăн илемлĕ культури, унăн поэзири ăсталăхĕ сĕм авалтанах аталанса, пуянланса пынине ĕнентерсе параççĕ. Вĕсем чăваш ĕненĕвĕпе тĕнĕн сăмах вĕççĕн çÿренĕ уйрăм стильлĕ тексчĕсем кăна мар, сăмахлăхри поэзи палăкĕсем те. Кĕлĕ сăмахĕсенче вăтам ĕмĕрсенчи çыруллă культура витĕмĕ те палăрать, халăхăмăр пăлхар цивилизацийĕн ăшшипе пиçĕхни çинчен каласа парать. Çав текстсенче чăвашăн сĕм авалхи хытса ларнă тĕслĕхсем мар, чăн пурнăçăн ÿкерчĕкĕсем ĕмĕлкеленеççĕ, вĕсем вăтам ĕмĕрсемпе тÿр килеççĕ.
Кĕлĕпе пил жанрĕсем еплерех пуçланса кайни çинчен маларах асăн-нăччĕ ĕнтĕ. Пил сăмахĕсемпе ытларах чухне çын пурнăçĕн тавлăкĕпе (çав-рăнăшĕпе) çыхăннă йăласенче (сăмахран, туйра, салтака ăсатнă чухне) усă курнă. Кĕлĕсем, тĕпрен илсен, çул тавлăкĕпе çыхăннисенче тĕл пулаççĕ. Çав йăласем, уйрăмах çулталăк пуçламăшĕнчисем, мĕнлерех йĕркеленсе кайнине пĕлни халăхăмăрăн аталану çулне, унăн хăй евĕрлĕхне лайăхрах курма май парĕ .
Чăваш календарĕнчи вун виçĕ уйăхран виççĕшĕ (çу, юпа тата чÿк уйă-хĕсем) ĕç-пуçпа мар, йăла-йĕрке комплексĕсемпе çыхăннă. Китай источникĕсем пĕлтернĕ тăрăх, авалхи хунн-тĕрĕк йăхĕсем çулла вилнĕ çынсене кĕркунне, хĕлле вилнисене çур вĕçĕнче пытарнă. Вилнисене асăнасси çу чăвашсен те çавнашкалах пулнă. Çимĕк хыççăн вилнĕ çыннăн юпине унăн вилтăпри çине кĕркунне, юпа уйăхĕнче, лартнă, ун хыççăн (чÿк уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕччен) вилнисенне — çимĕкре. Çимĕк тĕлне выльăх çимелĕх курăк çитĕннĕ, çавăнпа та кĕтÿ кĕтсе çÿрекен халăхсен çулталăкĕ çав вăхăтра пуçланнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Вăл вăхăт (çу уйăхĕ) хальхи майăн иккĕмĕш çуррипе тĕл килет. Çимĕк сăмах авалхи славянсен пулнине асра тытсан, çав йăла чăвашсен малтан çу (авалхи тĕрĕкле jaγ «поминальный обряд») ятпа çÿренĕ, вăл ваттисене асăннипе çыхăннă тесе калама май пур. Çу уйăхĕ тенине те çавăн ятлă йăлапах ăнлантармалла. Çав уйăхра çамрăксен вăййисем (уяв, похă е тапă) иртнĕ, туйсем кĕрленĕ. Çапах та ун чухнехи чи пĕлтерĕшлĕ йăла вăл вилнисене хăналаса ăсатса яни пулнă. Ку йăлана ислам тĕнне йышăннă пăлхарсем те ирттерни паллă (Хусан тутарĕсен вăл джиен ятпа çирĕпленсе юлнă).
Чăвашсен ватă аслашшĕсем çĕр ĕçĕпе пурăнма пуçласан çулталăк пуç-ламăшне нурăс (иран сăмахĕ ноу «çĕнĕ», рус «кун» тенине пĕлтерет) уйă-хĕнче (вăл малтан март уйăхĕн иккĕмĕш çуррипе тĕл килнĕ) палăртма пуçăнаççĕ. Çавна май ваттисене асăнмалли çĕнĕ йăла йĕркеленет — калăм. Çак йăла хăй темиçе пайран тăнă: калăм кунĕ, çурта кунĕ тата сĕрен. Каярах вĕсем Мăнкунпа (ку ят чăвашсем вырăс тĕнне кĕрсен çирĕпленнĕ-тĕр) пĕрлешсе каяççĕ.
Кĕркунне чăвашсем юпа чÿкĕ е кĕрхи çурта кунĕ ирттернĕ. Çупа хĕл чиккинчи йăла сĕм авалах йĕркеленнĕ пулас. Вăл чăвашсен ватă аслаш-шĕсем çĕр ĕçĕ çине куçсан та питех улшăнман темелле.
Маларах эпир ваттисене асăннă чухне каланă кĕлĕ сăмахĕсем чи авал-хисем тенĕччĕ. Çĕр ĕçĕпе, килти хуçалăхпа çыхăннă йăласенчи кĕлĕсем каярах çирĕпленсе çитнине палăртнăччĕ. Вĕсенче пуринче те халăхăмăрăн улшăнман пахалăхĕ-енĕсем (этнические константы) курăнса тăраççĕ. Кунта çавсенчен пĕрне кăна палăртса хăварар.
Чăваш халăхĕ пăлхарсен çĕр ĕçĕпе пурăнакан хресченĕсенчен чăмăр-таннă пулсан, çав вăхăт XIII—XV ĕмĕрсемпе тÿр килни иккĕленÿсĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхăмăр сăмахлăхĕнче унăн тĕп тăшманĕ ялан пекех тутар сăнарĕпе калăпланнă. Çав вăхăтри пусмăрлăх халăх психологине те улăштарнă: чăваш хăйне иккĕмĕш сортлă çын пек туйма пуçлать. Çакă вара «пире, чăваша, пырать» текен шухăша чуна-юна сăрхăнса кĕме пулă-шать. Сулахай хул айне çĕлĕке хĕстерни (вăл çăкăнни-пуç тайнин сим-волĕ пулнă) чăваша пусмăрçăсенчен хăтăлса юлма, чунне чул хушшинче те пулсан усрама май туса панă. Хайхи Турăпа унăн таврашĕнчи вăй-хăватсене те вăл çапла мелпех çăкăнса чÿкленĕ.
Чăваш хăйĕн тăшманне хăçан та пулсан çĕнессе шанма пăрахать; тар-са, хăтлăха пытанса кăна чĕрĕ юлма пултарассине ăнланса илет. Унăн вăй-халĕ йывăç хăртса çĕнĕ пусăсем тунă ĕçре иксĕлет. Вăрманти кĕллĕ çĕрсен çăвĕ-симĕ сахал пулнăран тырă-пулă тухăçне Çÿлти Турăран ыйт-са тилмĕрме тивнĕ ял халăхĕн. Çавна май чăваш йăли-йĕркинче калакан сăмахсен стилĕ çирĕпленсе çитет. Чун тĕпнех вырнаçнă тăшман сăнарĕ XVI ĕмĕрти чăвашсене Хусан ханлăхне хирĕç тăма, вырăссемпе пĕр майлă пулма хистет. Кĕлĕ сăмахĕсен стильне йĕркелеме пулăшнă пурнăç фило-софине (ăна ваттисен çапла сăмахĕсемпе палăртма пулать: «Тайма пуçа хĕç витмест», «Выртан каска мăкланнă, çÿрен каска якалнă») ăша хывнă И.Я.Яковлев халăхăмăра цивилизаци çулĕ çине тепĕр хут илсе тухма ме-хел çитерет.

 

Виталий РОДИОНОВ,

 

филологи ăслăлăхĕсен докторĕ

 

 

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s