Намăс çурчĕ ][ Анатолий Кибеч


Повесть

Таланов Владимир диплом ĕçне компьютерпа пичетлесе пĕтернĕ хыççăн йăнăшсем çук-ши тесе тепĕр хут пăхса тухрĕ те аллисене çÿлелле çĕклесе карăнса илчĕ. Çакна çырас тесе ăçта кăна çитмен пуль, кампа кăна калаçса пăхман пуль. Çулне вара çамрăк тĕпчевçе Чечеков доцент кăтартса пычĕ. Темине те çавă сĕннипех суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ: «Ф. С. Морсков -чăвашсен паллă купци». Тÿрех каламалла, çак проблемăпа çырнă пĕрремĕш ĕç. Унччен кун пек тема пирки сăмах та уçма юраман. Партбюро та сыхласах тăнă. Енчен те хыпар обкома çитсен, чăт вара. Юрать-ха, самани кăштах улшăнчĕ. Кирлĕ тема суйласа ил те ĕçле.
Ирĕклĕх тапхăрĕ тетпĕр те-ха, анчах пур çĕрте те пĕр пек мар çав. Библиотекăсенчи кĕнекесем пирки нимле чăрмав та сисĕнмерĕ. Пăхса тухас тенисене пурне те тупса пачĕç. Архивра вара аплах мар.
Чăнах та, 1917 çулчченхи хутсенче Филимон Семенович Морсков ячĕ чылай çĕрте тĕл пулать. Йĕркеллĕ те тирпейлĕ çынах иккен Морсков купца, веçех çырса пынă – ăçтан мĕнле тавар илнине те, çурт лартнă чух мĕнле тăкак тÿснине те, çулталăк хушшинче мĕнле тупăш илнине те, хула хыснине мĕн чухлĕ налук тÿленине те… Кунтах акă хулари паллă çынсен ячĕсене çырнă хут. Ф. С. Морсков та пур. Мĕнле ĕçпе паллă купцасен ретне кĕме пултарнă-ха çакă чăннипех те пултаруллă çын? Чăвашсем туса илекен таварпах тесен те юрать. Вăл халăхран хăмла, урпа тата çăмарта пухса ытти хуласене ăсатнă, Петербург таранах. Шупашкарта икĕ çурт тытнă: пĕри урпапа хăмла упрамалли, тепринче хăйсем пурăннă, аялти хутра апат-çимĕç лавкки тытнă. Сăра сутакан уйрăм та пулнă. Ĕçсем йĕркеллех пынă. Пăтăрмахĕ вара 1917 çултан пуçланса кайнă. Çакна лайăхрах пĕлес тесе Таланов кунти ВЧК фондне пăхас терĕ. Анчах унти ĕçсене памарĕç. Парти обкомĕн архивĕнче те çаплах, ниме тăман хутсене кăна илсе тухса пачĕç. Чи кирлисене ыйтсан «юрамасть» терĕç. Мĕнле-ха капла? Мĕншĕн пытарса усрамалла-ха вĕсене? Мĕншĕн-ха тĕпчевçĕсене чăн сăмах калама чăрмантармалла? Ыйту хыççăн ыйту сике-сике тухать. Юрать-ха çамрăк тĕпчевçĕ çумĕнче наука ертÿçи пур.
Пĕртен-пĕр парти пуç пулса тăнă режим арканнă хыççăн коммунистсем питĕ хăраса ÿкнĕ иккен. Хăйсене суд тăвас хăрушлăх пуррине сиссе ĕнтĕ. Çавăнпа та архиври хутсем вĕсемшĕн чи хăрушă компромат шутланнă. Апла-тăк, архив ĕçне хăйсен аллине илмелле. Чăнах та, архивра унччен парти обкомне ертсе пынă çынсем ĕçлеççĕ иккен. Мĕнле документсене кăтартма юранипе юраманнине çавсем татса параççĕ.
Çапах та Таланов парăнма шутламарĕ, урăхларах çул çине ÿкрĕ, кĕнеке палатине кайса тахçанхи хаçатсене пăхса тухрĕ. Халăх тăшманĕ тесе купцасен пурлăхне туртса илни çинчен савăнса çырнисем чылай тупăнчĕç. Ф. С. Морсков пирки çырни те пур. Ун кил-çурчĕпе лавкки хула совечĕ аллине 1919 çулхи кĕркунне куçнă иккен. Морсковсем çинчен урăх пĕлтерни çук. Вара Таланов Шупашкарта çуралса ÿснĕ ватă çынсене шырама пуçларĕ. Йăнăшмарĕ, «Морсков лавкки» тенине илтнисем те пур, анчах Филимон Семенович хулана хăш ялтан килнине пĕлекен тупăнмарĕ. Юрать-ха, пĕр ватă вырăс хĕрарăмĕ Морсковсен вуник-вунвиç çулалла çитнĕ Варя ятлă хĕрачапа пĕчĕк арçын ача пурччĕ тесе пĕлтерчĕ. Мĕн тумалла-ха? Чим-ха, ача çурални çинчен çырнă хутсене шырамалла мар-и? Анчах ăçта? Чиркÿре? Çук, малтан ЗАГСа кайса пăхмалла пуль. Тепĕр кунах çавăнта вĕçтерчĕ. Чăнах та, чиркÿре çырса пынисем аванах упранса юлнă, вулама та меллĕ, почерк та хитре. Шырама вара çăмăл пулмарĕ, Морсков хĕрĕ хăш çулта çуралнине пĕлменни чăрмав кÿчĕ. Ку çеç те мар-ха, Шупашкар чиркÿсемпе пуян пулнă иккен, вуннăран та ытла. Хули пысăках та мар, пилĕк пин çынран кăна. Мĕншĕн çавăн чухлĕ чиркÿ кирлĕ-ши вара?
Çамрăк ăрăвăн пĕлменни нумай çав. Ĕлĕкхи виçепе пăхсан чиркÿ нумаййи хула пуяннине кăтартнă. Ма тесен кашни вăйлă çемье, ратне уйрăм чиркĕве çÿреме юратнă, ăна тытса тăма укçи-тенкине хĕрхенмен.
ЗАГСри сарăхса кайнă хулăн кĕнекесенче виçĕ кун шыранă хыççăн Морскова Варвара ячĕ тупăнчĕ. Вăл çурални тата ăна шыва кĕртни çинчен Благовещени чиркĕвĕнче çырса хунă. Ашшĕ ăçта çурални те паллă. Çакна çамрăк тĕпчевçĕшĕн самай ăнăçлă ĕç тесен те юрать. Шырав пăчланса лармарĕ, хĕпĕртеме те сăлтав пур. Питĕ тимлĕ пăхнипе ывăннă куçра çакăнти сăмахсем ăста якатса илемлетнĕ алмаз пекех çиçсе илчĕç.
Чечековпа канашласа пăхнă хыççăн Таланов пулас купца çуралса ÿснĕ яла вĕçтерчĕ. Çитсенех, те автобус чарăнăвĕн-чен инçе мартан, тÿрех тăхăр çул вĕренмелли шкула кĕчĕ. Çурчĕ аптрамасть, кирпĕчрен тунăскерех. Директорĕ çук, районти канашлура тет. Юрать-ха завуч вырăнтах. Анчах Морсковсем пирки нимех те калаймарĕ, вăл хăй ку ялсем мар иккен. «Чим-ха, пирĕн кунта музей пур. Ăна тытса пыракан учитель ку ялсемех», – терĕ те коридора тухрĕ.
Шкул вăл кашниншĕнех ĕмĕрлĕхе асра юлакан вырăн, ачалăх сăпки. Çав çулсене ниепле те манма çук, пурте куç умĕнче: учительсем те, пĕр класра вĕренсе ÿснĕ ачасем те, тăхтав вăхăтĕнче вылянисем те, кăштах айăпа кĕрсен учительскине чĕнсе кĕртнисем те… Пĕррехинче Таланов та çакланнăччĕ виççĕмĕш класра чухне. Пысăк тăхтава тухнăччĕ кăна шкул алăкĕ умĕнче Кампур лара парать, ирхине ăсатса янă хыççăн киле кайман та пулас. Хăй тусне курсанах хĕпĕртенипе хÿрине вылятса илчĕ те сиккелеме тытăнчĕ, вылясшăн ĕнтĕ. Патак таткине айккинелле вăркăнтарсан чупса каять те çăварне хыпса илсе килсе парать. Çапла Улатимĕрпе икĕ юлташĕ патака пере-пере шкул пахчи патне çитнине асăрхаман та. Ак тамаша, Кампур сасартăк пахчаналла вĕрсе чупрĕ, çав самантрах уялла мулкач тапса сикрĕ. Йытă хыççăн ачасем те – çавăнталлах, тарăн юра ишсех. Çапла чылайччен чупса çÿрерĕç, Кампур мулкача тытаймарĕ. Çаврăнса çитнĕ тĕле юлашки урок та пуçланнă. Класс алăкĕ патне пырса тăнăччĕ кăна, юрлă-пăрлă ачасене завуч асăрхарĕ, тен, кĕтсех тăнă. Урок вĕçленичченех учительскинче пуçа чиксе тăма тиврĕ…
Каярах вара ытти ачасем кусене «сунарçăсем» тесе чĕнме тытăнчĕç. Сăмаххи усалскер мар пулсан та тарăхтаратчĕ. «Мулкач хÿрине кăтартрĕ-и?» – тесен пушшех.
Акă леш хĕрарăм килчĕ те Таланова пĕрле кайма ыйтрĕ.
Музей валли уйрăм пÿлĕм панă. Ĕлĕкхи савăт-сапа, кĕпе-тумтир, ĕç хатĕрĕсем, ялти паллă çынсен сăнÿкерчĕкĕсем… Таланов тимлĕнрех сăнаса пăхрĕ. Кама кăна аса илмен пуль -кунти совет влаçне çирĕплетекенсем, малтанхи колхоз пред-седателĕсем, вăрçăра пуçне хунисемпе халĕ те пурăнакан ветерансем, наукăра, ÿнер ĕçĕнче палăрнă çынсем, спорт-сменсем… Морсков хушаматли вара пĕр çын та çук.
– Морсков тенине илтнĕччĕ-ха. Анчах тăванĕсем пирки уçăмлăн калама пултараймастăп, – терĕ учитель. – Халăх тăшманĕ тесе ялтан кăларса янă тенине те илтнĕччĕ. Çакă вăл тахçанах пулнă ĕнтĕ.
– Ялти чи ватă çынпа калаçса пăхма май çук-ши? Тен, шурсухалсем пĕлеççĕ.
– Шурсухалсем… Арçынсем нумай пурăнаймаççĕ çав. Чи ваттисем кунта пурте тенĕ пекех хĕрарăмсем.
– Хĕрарăм мĕнрен япăх тата. Чи ваттипе калаçса пăхасчĕ…
– Юрать эппин, кайрăмăр, – сĕнчĕ учитель. – Арăмăн кукамăшĕ патне кĕрсе пăхар-ха. Тен, çавă пĕлет, тăхăрвунна çывхарнăскер.
Шыракан тупатех теççĕ çав. Чăнах та Морсковăн хĕрĕ, ăна кунта Варук аппа теççĕ, юнашар ялти ваттисен çуртĕнче пурăнать иккен. Таланов çак ырă хыпаршăн пурне те тав турĕ те кунтан инçех мар вырнаçнă яла çул тытрĕ. Те хĕпĕртенине пула часах çитнĕ пек туйăнчĕ.
Акă умра ваттисен çурчĕ. Мăнтăр пĕренесенчен тунăскер. Йĕри-тавра карта тытнă. Улма йывăççисемпе йăрансем те пур. Килти майлах пурăнаççĕ иккен кунта. Ачаран хăнăхнă çĕр ĕçĕпе аппаланса чуна пусарма та май пур. Алăк патĕнче сак çинче ларакан икĕ карчăка сывлăх сунса Варук аппа пирки ыйтсан вăл хăй пÿлĕмĕнчех пулнине пĕлтерчĕç.
Койка çинче тумтирне хывмасăрах пĕр пĕчĕк карчăк хуç-ланса выртать.
– Варук аппа, сана курма килтĕм, – терĕ Таланов. -Мĕнле пурăнатăн?
– Кам пултăн çак эсĕ, паллаймарăм-ха, – лăпкăн сасă пачĕ лешĕ тăрса ларса.
– Каçар мана, çывăрма памарăм пулас.
– Çывăрма мар-ха… Сахăр чирĕпе аптратăп-çке. Выртса илмесен утмалăх та вăй çук. Кам ачи пултăн çак эсĕ?
Таланов хăйпе паллаштарчĕ, мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ. Вара вĕсем килкартине тухрĕç те меллĕрех вырăн тупса чылайччен калаçса ларчĕç.
Варук аппа каласа панинчен çакă паллă пулчĕ.
Морсков хушамат вĕсен аслашшĕнчен пуçланса кайнă иккен. Лешĕ Балтика тинĕсĕнчи флотра çичĕ çул хушши хĕсметре тăнă. Кайран пĕр-икĕ çул çав тăрăхрах суту-илÿ флотĕнче те ĕçлесе пăхнă. Ăнсăртран урине амантнине пула яла таврăнма тивнĕ. Сумлă матрос малтан Ивановпа çÿренĕскер, киле Морсков хушаматпа килсе çитет. Укçи те пулнă курăнать. Авланать, кăштах çĕр те туянать, çăкăрлă-тăварлă пурнăçпа пурăнма пуçлать. Майĕпен хăй ĕçне йĕркелесе ярать: çил арманĕ лартать, хăмла пухса Чулхулана ăсатассине йĕркелет.
Çын вăл пур çĕрте те çынах ĕнтĕ. Шухăшлавĕсем те пĕр майлах. Лондонра е Шупашкар тăрăхĕнче пурăнать-и, пысăк завод хуçи е вулăс шайĕнчи усламçă – яланах хăй пуçарса янă ĕç пирки шутлать. Ăна пуласлăх канăç памасть. Сывлăх чакни сисĕнме пуçласан пушшех шухăша каять. Морсков Çеменĕн те сăлтавĕ пулнах çав. Малтанхи ачисем иккĕшĕ те хĕр çуралнă. Ывăл çуккишĕн пăшăрханнă, арăмне те час-часах ÿпкелешсе илнĕ. Ун пекки арçынсен пулкалать çав. Виççĕмĕш ачине вара чăннипех те кĕтнĕ парне тесен те юрать. Филимон çуралать, Морсков матросăн чи пысăк савăнăçĕ.
– Пирĕн асатте питĕ ĕçчен çын пулнă, аттене пĕчĕклех хăй çумĕнче тытма тăрăшнă, каччă шутне кĕрсен хăй тельняшкине тăхăнтарнă та матрос пурнăçĕнчи йăласемпе паллаштарнă, шывра лайăх ишме, мунча кĕнĕ чухне юр çине туха-туха выртма, икĕ пăт пуканне çавăрттарса вылятма хăнăхтарнă. Вулама, çырма, уйрăмах шутлама вĕрентĕр тесе аттене шкула панă. Аванах вĕренсе пынă. Икĕ класлă шкула пĕтерсен аттен малалла кайма та çул уçăлнă. Анчах асатте ярасшăн пулман. Çамрăклах авлантарнă та суту-илÿ ĕçне явăçтарма тытăннă. Асатте çамрăк çемьене Шупашкарта çурт илсе парать. Эпĕ вара хулара çуралнă. Каярах атте хăй вăйĕпех икĕ хутлă чул çурт лартать. Лавкка та пулнă пирĕн. Анчах самана улшăнсан веçех туртса илчĕç. Каллех асатте патне яла кайма тиврĕ. Чи хăрушши вара выçлăх çулĕ пулчĕ. Вăл вăхăта хальхи пекех астăватăп. Пур çĕрте те ыйткалакансем çÿретчĕç, кашни кун вилĕ пытаратчĕç. Эпир питех аптраман-ха. Асатте кĕлечĕ пушах марччĕ, аттен те кăштах укçа пулнă курăнать. Анчах пĕрре çапла вулăсран лашасемпе пычĕç те веçех тиесе тухса кайрĕç. Аттепе асатте хирĕç тăма пикенсен чутах персе пăрахатчĕç. Эпир те кĕлмĕçе тăрса юлтăмăр. Тепĕр темиçе кунтан асатте пире: «Ачамсем, сывă юлас тесен сирĕн кунтан тухса каймалла», – терĕ. Ăçталла каймаллине те палăртса хунă иккен. Тепĕр куннех вăл пире тăватсă-мăра Шупашкар пристанне лашапа леçсе ячĕ. Хусанта Урал еннелле каякан поезд çине лартăмăр. Унта та вагонран вагона аллисене тăснă выçă çынсем çÿреççĕ. Атă-пушмака, тумтире, савăт-сапана çăкăрпа ылмаштарма сĕнекенсем те пур. Сĕрме купăс каласа юрлакан чăвашпа ывăл ачине курсан вара аттепе анне чăтаймарĕç пулас, кăштах укçа тата çăкăр татки пачĕç. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ, анчах çав тĕксĕм сăнлă кăтра çÿçлĕ ача халĕ те куçăм умĕнче. Уйрăмах ман аннем панă çăкăра мĕнле çини асра юлчĕ. Халĕ ав хăшĕ-пĕрисем пурнăç япăх тесе пуплешеççĕ. Выçлăх мĕнлине ку-расчĕ вĕсен.
– Вăл çапла пуль-те-ха, Варук аппа, хальхи пурнăç виçи вăл урăхларах çав. Ун чухне эсир ытти çĕршыв çыннисем мĕнлерех пурăннине пачах та пĕлмен. Пуçлăхсем сире эсир чи пуяннисем, чи телейлисем тесе улталаса усранă. Халĕ вара хĕвеланăçнелле пăхсан та, хĕвелтухăçнелле пăхсан та халăх-сем хамăртан лайăхрах пурăннине куратпăр. Çавă питĕ пăшăрхантарать пире. Унччен пĕрле пулнă финнсем те пиртен иртсе кайрĕç вĕт, – терĕ Таланов. – Кашни ăрăвăн çавăн пек нуша витĕр тухса çитĕнмелле мар ĕнтĕ.
– Эпир курнине текех никам та ан куртăрччĕ… Ача чухнехи пирки ăçта çитнĕччĕ-ха эпĕ…
– Поездпа кайни çинчен…
– Çапла, çапла. Тепĕр кунне ирхине пăхатпăр та, ак тамаша, çăкăр тултарнă кутамкка та, типĕтнĕ какай хутаççи те çук. Çаратнă пире. Атте ниçта кайса кĕреймест. Юнашар ларса пыракансенчен ыйтса пĕлме тăрăшрĕ, нимех те калай-марĕç. Те чăнах та пурте çывăрса кайнă пулнă, те хăранипе шарламарĕç. Вара атте çынсен миххисене тĕрĕслеме пуçларĕ. Пĕрисем хăйсен ирĕкĕпех уçа-уçа кăтартрĕç. Хирĕç тăракансем те тупăнчĕç. Анчах атте вĕсен япалисене вăйпах турта-турта илсе тĕрĕслерĕ. Лайăх тумланнă вăйлă çынран кăштах хăрарĕç те пулас. Нимĕн те тупăнмарĕ. Юрать-ха, атте укçана тĕплĕ пытарса хунă. Вăрăсенчен юлнă çимĕç пĕтсен атте кашни чарăнурах тухса мĕн те пулин илкелесе кĕме тăрăшрĕ. Çапла майĕпен Янаула çитсен анса юлтăмăр. «Аслаçу каланă тăрăх çакăнта тăвансем пулмалла», – терĕ атте. Лешĕ адресне те çырса панă иккен. Урамне те, çуртне те часах тупрăмăр. Савăнăçĕ вара пысăках пулмарĕ. Ваттисем кăна пурăнаççĕ. Ывăлĕсем Çĕпĕре Абакан тăрăхне тухса кайнă тет. Лешсем унтан çырса пĕлтернине ĕненсен çăкăрлă-тăварлă, выльăх-чĕрлĕхлĕ пурăнаççĕ иккен. Çырăвĕсенчи хăш-пĕр вырăнсене атте сасăпах вуласа пачĕ. Сасартăк шăллăм чирлесе ÿкрĕ. Хырăмĕнчен тытса йăваланса макăратчĕ. Атте çине тăнипе тухтăрсем те килсе пăхрĕç. Çăлаймарĕç. Çавăнтах пытарса хăварма тиврĕ. Вара тухса кайрăмăр. Питĕ хĕнпе, выçăллă-тутăллă пурнăçпа Абакана çитрĕмĕр. Тăвансене те шыраса тупрăмăр. Минусинскран инçех те мар. Авалтанпах хакассем пурăнакан вырăн, казаксем те – тахçантанпах.
Чăнах та, кунта çынсем выçлăх пирки нимех те пĕлмеççĕ. Пуян вĕсем. Выльăх нумай усраççĕ. Кунти чухлĕ лаша, ĕне, сурăх нихăçан та курманччĕ. Ăшă çăм паракан качака та усраççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ. Анчах кунта та канăç пулмарĕ. Ялсем тăрăх леш продотряд текеннисем çÿреме тытăнчĕç. Кĕлетри тырра тата ытти япаласене, лашасене иле-иле каятчĕç, çынсене хăваласа кайсах ним тÿлевсĕр вăрман кастаратчĕç.
Пĕрре çапла ирхине вăрансан арçынсем килте çуккине асăрхарăм. Ялта та сахаллăн тăрса юлнă. «Атте ăçта вара?» ¬тесе ыйтсан анне шăппăн: «Вăрмана партизансем патне кай-нă», – терĕ. Тепĕр темиçе кунтан партизансене шыракансем персе çитрĕç. Ял çыннисене урама хăваласа тухрĕç те парти-зансем ăçтине кăтартма ыйтрĕç. Пĕри те нимĕн те каламарĕ. Сутăнчăксем пулмарĕç. Вара вĕсен командирĕ, Хайдар-Голик ятлăскер, ниçта кайса кĕрейменнипе вунă çынна суйласа илчĕ те хăй аллипе пере-пере вĕлерчĕ. Çавсен шутĕнче ман анне те пулчĕ, – тесе Варук аппа куçĕсене саппун аркипе шăла-шăла илчĕ те пĕр вăхăт хушши ним шарламасăр ларчĕ.
Хайдар-Голик тесенех Таланов пуçĕнче те хирĕçÿ тапранса кайрĕ. Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ. Çамрăк Варука тăлăха хăварнă çын вăл, урăхла каласан, Аркадий Петрович Гайдар писатель пулать. Мĕнле мухтавлă сăмахсем каламастчĕç пуль ун пирки шкулта. Кĕнекисене те вуланă. Анчах вăл мĕнлерех çын иккенне пĕлмен. Халĕ кăна тĕрĕссине çырма пуçларĕç. Тинех Таланова пĕчĕкренех канăç паман ыйту çине хуравлама май килчĕ. «Мĕнле-ха вунулттăри Аркадий Голиков нимле ятарлă шкул пĕтермесĕрех полк командирĕ пулма пултарнă-ха?» -шутлатчĕ вăл унччен.
Сăлтавсăр нимĕн те пулса иртмест иккен. Аркаша Голи-ковпа та çаплах пулнă ĕнтĕ. Самай чăрсăрскер темле майпа чăн-чăн револьвер тупнă та пĕрле вĕренекен шкул ачисене хăратса çÿренĕ. Аслисем çав хăрушă япалана пама ыйтсан Аркаша килĕшмен. Вара лешсем вăйпа тытса илме шутлаççĕ. Тытăçса каяççĕ. Çав хушăра маузер персе ярать. Юрать-ха, пуля айккинелле каймасть, урайне тивет. Амăшĕ çине тăнипе вунтăватă çулхи Аркадий ЧОН текен отряда лекет. «Части особого назначения» тени пулать ĕнтĕ. Контрреволюципе кĕ-решме тесе тунăскер. Çакăнта çакланнишĕн Голиков çав тери хĕпĕртет. Ма тесен кунта çынна ним суд тумасăрах персе пăрахма пулать иккен. Çамрăклах нерв чирĕпе аптраканскер, ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăй ÿтне лезвипе каса-каса суранлатнă, çак ĕçе пысăк хаваспах туса пынă. Тамбов тăрăхĕнче, кăнтăрта çĕмĕрттерсе çÿренĕ, ăсталăхне туптанă. Кам çынсене тискер-рĕн пере-пере вĕлернĕ, çавна командира лартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вунсаккăрти Голикова Красноярскри ЧОНа пулăшма яраççĕ. Çакă вара уншăн çăрттана кÿлле янă пекех пулнă. Пĕтĕм Хакасси чĕтреме тытăнать.
Унччен кунти ĕçсем, чăнах та, пит чаплах пыман. Чылай çĕрте продотрядсем пухнă тырра партизансем каялла туртса илнĕ те халăха валеçсе панă. Тен, çавна пулах кунта пурăна-кан хакассемпе казаксем партизансене пулăшса тăнă, ăçта пытаннине кăтартман. Голиков хăй çыннисемпе ялтан-яла çÿренĕ чухне хакассем: «Хайдар-Голик килет! Сыхланăр, пытанăр!» – тесе кăшкăрнă. Пулас писатель хакасла пĕртен-пĕр «хайдар» (ăçталла) сăмаха кăна вĕреннĕ. Ăçталла кай-маллине пĕлме ĕнтĕ. Гайдар суя хушамат çавăнтан тухса кайнă та.
– Пĕччен мĕнле пурăнкаларăн вара?
– Тăвансем пулăшнипе ĕнтĕ. Унти çынсем кунтисемпе танлаштарсан туслăрах та пек туйăнаççĕ.
– Аçу вара мĕнле?
– Малтанхи вăхăтра тĕттĕм каçсенче вăрттăн килкелесе каятчĕ. Кайран çухалчĕ. Çапăçура вилнĕ терĕç. Инçетри сĕм вăрманта пытарса хăварнă ăна.
– Филимон Семенович çинчен калакан хутсем е сăнÿкер-чĕксем упранса юлман-и вара?
– Ун чухне ытларах пуçа çăлса хăварасси çинчен шутланă. Эпĕ Филимон Морсков хĕрĕ пулнине пĕлсен-и? Иванова хушаматпа çÿренĕ эпĕ. Юлашки хут тĕл пулнă чух атте мана пĕр хут листи тыттарчĕ те: «Çакна пытарса упраса хăвар. Хăçан та пулсан вуласа пăхĕç те пире ăнланĕç», – терĕ.
– Мĕнле хут вара вăл?
– Хăрушă хут. Çак тарана çити никама та кăтартман.
– Мĕн çинчен вара вăл? Хăв вуласа пăхнă-и?
– Темиçе хутчен те вуланă. Паллах, пытарса хунă самант-сенче.
– Кăтартма пултараймăн-ши, Варук аппа.
– Ах, çак чĕлхене… Темме каларăм-çке, – вăрçса илчĕ хăйне ватă хĕрарăм. – Пуçăм та шĕвелчĕ пулас. Ухмах эпĕ.
– Апла мар ĕнтĕ. Çав хут пирки никама та шарламăп. Сăмах паратăп.
– Çук, çук. Пĕлсен мана çакăнтан ыранах кăларса ярĕç. Халĕ ав совет влаçĕ мана та вырăн пачĕ, апат та çитереççĕ.
– Варук аппа, халь влаç улшăннă вĕт. Калаçнăшăн çынна хупмаççĕ. Коммунистсенчен те хăрама кирлĕ мар. «Çак хута хăçан та пулин вуласа пăхĕç», – тесе Филимон Семенович хăй каласа хăварчĕ терĕн мар-и-ха.
– Вăл çапла та-ха. Анчах вăхăчĕ çитрĕ-ши?
– Çитмесĕр вара. Унтанпа çитмĕл çул та иртнĕ вĕт. Хăв та ваттисен шутĕнче. Мĕн хăраса тăмалли пур. Каларăм вĕт халь никама та хĕсĕрлемеççĕ тесе.
– Юрĕ эппин. Хам вилсен тата вулакан та тупăнмĕ, -тесе Варук аппа пăта çинче çакăнса тăракан кивĕрех сукна пиншака илчĕ те Таланова тыттарчĕ. – Шал енчи саплăка куратăн-и?
– Куратăп.
– Çавна сÿтсе уç. Хамран пулас çук. Куç япăх курать. Сахăр чирĕ çиет.
Таланов йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Анчах çĕçĕ таврашĕ асăрхамарĕ. Çиппине татас тесе шăлпа çыртса пăхрĕ.
– Ав çавăнта, кантăк сакки çинче, хачă пулмаллаччĕ, -терĕ Варук аппа.
Таланов пĕтĕмпех сÿтсе тăмарĕ. Пÿрнисемпе хыпаласа темиçе хуçлатса чикнĕ хут таткине туртса кăларчĕ. Сарăхса кайнăскерне васкамасăр саркаласа пăхрĕ. Самай пысăк-скерех иккен. Хура чернилпа çырнă. Хуçлатнă вырăнсенчи сасă паллисем çухалнă пулсан та вулама пулать. Акă мĕн çырнă унта:
Пĕтĕм халăха!
Совет влаçĕ партизансене калама çук хăрушă хаярлăхпа хăратас тесе çĕнĕлле мелсемпе усă курма тытăнчĕ. Влаç партизансен тăванĕсене тыта-тыта персе пăрахать. Эпир яланах жидсемпе коммунистсен влаçĕ хăюллă, çав хушăрах вăйсăр тесе шутланă. Эпир яланах çак влаç халăха ултавпа хаярлăхсăр тата юн тăкнисĕр пуçне нимĕн те пама пулта-райманнине уççăнах пĕлсе тăнă. Çапах та правительство хаяр çынсенчен тăрать пулсан та ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сывă çын-сенченех пуль тенĕ. Халĕ ĕнтĕ çакна калама çук. Паянхи влаç мĕн тунине курсан унта ăс-тăн енчен сывă çынсемех ĕçлеççĕ теме хĕн. Аслисен ĕçĕсемшĕн пĕчĕк ачасене явап тыттарас шухăш психика тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ çын пуçĕнче çуралас çук. Влаç партизансен тăванĕсене çичĕ çулхи ачасенчен пуçласах арестлет. Хĕрĕх çулхи арçын ĕçĕшĕн çичĕ çулхи ачана айăплас шухăш йĕркеллĕ çын пуçне нихăçан та пырса кĕрес çук. Влаç вара ним айăпсăр ачасене вĕлерет. Çак совет влаçĕ тăвакан ĕçрен тискерри урăх нимĕн те пулас çук.
Граждансем, сире ухмаха ернĕ идиотсем ертсе пынине, сирĕн пурнăç урса кайнă çынсен аллинче пулнине хăвăрах куратăр ĕнтĕ. Енчен те вĕсем паян пире пĕтерессишĕн вăй хураççĕ пулсан, ыран вара черет сирĕн пата та çитĕ. Çăлăнса юлас тетĕр пулсан сирĕн алла пăшал тытмалла та пирĕн пата пымалла. Эпир, шурă партизансем, юн юхтарассине сивĕлетпĕр, усал совет влаçне тавăрас тесе вĕсен çулĕпе каяс теместпĕр. Ухмаха тухнă ашшĕсем çын юнне тăкма юрат-нăшăн коммунистсен ачисене тĕкĕнместпĕр. Хамăр кĕрешĕве эпир пĕтĕмпех коммунистсене хирĕç кăна туса пыратпăр.
Вĕсене эпир политикăри тăшман тесе кăна мар, Раççей тăшманĕ, пĕтĕм халăх тăшманĕ тесе пере-пере вĕлеретпĕр.
Совет влаçĕ çынсене шурă партизансем вĕсем халăха сиен кÿрекенсем тесе ĕнентересшĕн. Влаç вырăнти вак халăхсене пăшал тыттарса партизансемпе çапăçакан отрядсем йĕркелет. Халăх юнне тинĕс пек юхтарнă коммунистсем халĕ халăх хыçне пытанасшăн. Çапла майпа халăх умĕнчи яваплăхран пăрă-насшăн.
Партизансем халăхшăн çапăçаççĕ. Вĕсем коммунистсем пуçарса янă хăрушă ĕçсене, çынсене персе пăрахассине, пур-лăха çаратассине, продразверсткăна пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ. Çавăнпа та партизансене хирĕç алă çĕклени вăл халăха хирĕç тăниех пулать.
Хĕрлĕармеецсем, сире чĕнсе калатăп, коммунистсене пăрахăр та партизансем патне килĕр, халăхшăн çапăçăр.
Соловъев есаул, 1922 çул.
Таланов ним шарламасăр тепĕр хут пăхса тухрĕ.
– Ку Соловьев текенни кам-ши вара?
– Партизансен командирĕ шăпах çавă пулнă та ĕнтĕ.

– Варук аппа, ман çак хута Шупашкара кайса ÿкерсе илмелле. Пĕр-ик кунлăха параймăр-ши? Тавăрса пама турăш умĕнче тупа тăватăп, – терĕ Таланов.
– Питĕ кирлĕ пулсан ил эппин… Камран илнине кала-масан, тавăрса памасан та юрĕ.
Мĕн тери савăнăç! Тĕпчев ĕçне пĕлмен çын çакна нихăçан та ăнланса илеес çук. Тепĕр чух пĕр пĕчĕк хут таткиех калама çук пысăк пулăшу парать. Халĕ ĕнтĕ диплом ĕçĕн пахалăхĕ пирки нимĕнле иккĕленÿ те пулас çук. Çулталăк хушши тăрăшса ĕçлени уссăр пулмарĕ. Паллах, Таланов хăй те самаях улшăнса пычĕ. Семинарсенче те хăюллăрах калаçма тытăнчĕ, кивĕлле вĕрентекен профессорсемпе тавлашма та хăюллăх çитерчĕ. Чечековран тĕслĕх илсе пырать ĕнтĕ. Лешĕ вара чылай ыйтусене пач çĕнĕлле çутатса пама тăрăшать. Хальхи тапхăр çынни тейĕпĕр. Тен, çавна пула Таланов çырнă диплом ĕçĕ ыттисемпе танлаштарсан самай урăхларах пулса тухрĕ?
Пур япалан та йĕрки пур теççĕ вĕт. Диплом хÿтĕленĕ çĕрте те çаплах ĕнтĕ. Студент çырса пĕтернĕ хыççăн наука ертÿçи заключени çырать те диплом ĕçне кафедрăна тăратать. Унтан ăна рецензентсене параççĕ. Ку çеç те мар-ха, каярах çав ĕçе студентăн комисси умĕнче хÿтĕлемелле. Мĕнле паллă лартас-сине çавсем татса параççĕ.
Талановпа çапла пулса иртрĕ. Пурте йĕркеллехчĕ, рецен-зентсем те аванах çырса панăччĕ, анчах такăнтаракан тупăнчĕ. Кафедра пуçлăхĕ Калашкин профессор çине тăчĕ. Ăна совет влаçĕ пуçлансан Морсковсене Çĕпĕре янине ытлашши тĕплĕ çырса кăтартни килĕшмен иккен.
– Енчен те калаçу купца ĕçĕ пирки пырать пулсан, ытла-рах суту-илÿ мелĕсене уçса памаллаччĕ, мĕнле тавар тата ăна ăçтан турттарнине кăтартмалла. Кунта вара ытларах Морсков пурлăхне туртса илсе ăна хĕстерни çинче чарăнса тăнă. Дипломник çырнине ĕненсен болыпевиксем япăх çынсем иккен. Кунпа ниепле те килĕшме çук, – терĕ профессор.
– Ман шутпа, суту-илÿ ĕçне, экономикăна политикăран уйăрма çук. Вунçиччĕмĕш çул хыççăнхи йывăрлăхсем, уйрăмах çăкăр-тăварлă Украинăри выçлăхсем, пĕтĕмпех большевиксен политикине пула сиксе тухнă пулăмсем, -хуравларĕ Таланов дипломник. – Хуть те мĕнле политикăра та экономика тĕллевĕ пур. Анчах çакă вăл пурне те курăнмасть. Тепĕр чухне политиксем хăйсем те асăрхаймаççĕ, ĕçĕ ăçта илсе тухассине те ăнкартаймаççĕ. Калăпăр, купцасене, пуянрах хресченсене класс тăшманĕ тесе çапса хуçасси большевиксен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулни пирки кунта ларакансен иккĕленÿ çуккă пуль тетĕп. Çакна вĕсем хав-халансах тунă. Философ каланă пек, таканари шывĕпе пĕрле ачине тухса сирпĕтнĕ. Ачи вара пурлăх тытăмĕ, экономика. Çавна пулах паянхи куна çити те ура çине тăраймастпăр вĕт-ха.
«Маттур, Таланов. Шухăшлаври диалектика мелне аванах ярса илнĕ иккен. Теори тĕлĕшĕнчен те аптрамастăн», – ырласа илчĕ Чечеков ăшĕнче хăй дипломникĕ çине ăшшăн пăхса.
– Хальхи çамрăксем эсир яланах унчченхи пурнăçа хурлатăр. Большевиксемсĕр хăвăртан аслă пĕлÿ илесси те пулас çукчĕ, – чарăнмарĕ кафедра пуçлăхĕ.
– Каçарăр та, тĕп ыйтуран пăрăнас марччĕ, – асăр-хаттарчĕ Чечеков. – Ман шутпа дипломник планпа палăртнă ыйтусене йĕркеллех уçса панă. Рецензентсем те çаплах çыраççĕ, паянхи куншăн питĕ актуаллă тема теççĕ.
– Хисеплĕ профессор тунă асăрхаттару вăл диплом теминчен пит инçех тăмасть, – пуçларĕ тепри, хăйне Калаш-кин ĕçе илнĕ пенсионер. – Парти пĕлтерĕшне пĕчĕклетмелле мар. Вăл ертсе пынипех ĕнтĕ революци тунă, иртнĕ вăрçăра та çĕнтернĕ.
– Каçарăр та, çапла тÿрремĕн каланипе килĕшме пултараймастăп. Тимлĕнрех пăхсан урăххине те курма пулать,-терĕ Таланов. – Тен, вун çиччĕмĕш çулта нимĕçсене кутран тапса кăларса янă-тăк, хĕрĕх пĕрремĕш çулхи вăрçă пулмаст-чĕ те. «Салтаксем, пăшалсене пăрахăр! Раççей вăрçăра парăн-тăр!» _ тесе кăшкăракансем шăпах большевиксем иккенне халĕ пурне те паллă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене власть кирлĕ пулнă. Большевизм вăл чи малтан власть _ пурлăх туртса илмелли, хăйсене хирĕçле шухăшлакансене пĕтермелли аппарат. Раççейре ăслă та пултаруллă çынсем яланах пулнă. Анчах вĕсене ĕçлеме паман. Филимон Семенович Морсков шăпах çавсенчен пĕри. Пурлăхне те туртса илнĕ, йăхне те çапса хуçнă.
_ Çын вăйĕпе пуйнă вăл, эксплуататор, _ каласа хучĕ Калашкин профессор.
_ Каçарăр та, социализм вăхăтĕнче вара пусмăрласа ĕçлеттерес йăла пулман-им тата? Морсков купца хăй патĕнче ĕçлекенсене йĕркеллех тÿлесе тăнă, кил-çурт лартнă чух пулăшу панă. Колхозниксем ав вуншар çул хушши ним тÿлевсĕр ĕçлесе пурăннă. Ку вара мĕне пĕлтерет?
_ Вĕсем çĕршывшăн ĕçленĕ, _ хуравларĕ Калашкин майли.
_ Апла пулсан большевиксен влаçĕ те эксплуататор. Мил-лион çынна тÿлевсĕр ĕçлеттернĕ. Тĕрмесене те çавăнпах йыш-лантарса янă, _ парăнма шутламарĕ Таланов.
_ Атьăр-ха, ĕç çинчен калаçар, _ пăрса яма пикенчĕ калаçăва Чечеков.
Пĕри чăнах та Морсковсен çурчĕсем пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Дипломник вара хаваслансах каласа пачĕ. Шупашкарта пĕр çурчĕ упранса юлнă иккен. Теприне Атăла пĕвеленĕ чухне динамитпа сирпĕтсе янă. Çав вырăнта халь залив. Питĕ хĕнпе сирпĕтнĕ тет. Икĕ хутлă чул çурт айне динамит хунă та шнурне чĕртсе янă. Вăйлă взрыв маччипе кантăксене илсе перет, анчах хулăн стенисем çаплипех ларса юлаççĕ. Пилĕк кунтан тин ватса пĕтереççĕ. Ун чух вара хулара çав çурта тунă чухне кирпĕчсем пĕр-пĕринпе лайăх çыпçăнччăр тесе Морсков хушнипе раствора чăх çăмарти те янă текен сăмах çÿретчĕ. Тен, чăнах та çаплах. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл аркатакансене парăнасшăн пулман.
_ Нивушлĕ çав илемлĕ çуртсене сыхласа хăварма май килмен. Атăл шывне çÿллĕ дамбăпа пÿлсе лартнă пулсан, тен, кивĕ хула та упранса юлатчĕ, _ вĕçлерĕ сăмахне дипломник.
– Калама кăна çăмăл. Ун чухнехи йĕркесене пĕлесчĕ, мускаврисем сирпĕтме хушсан сирпĕтмелле пулнă, _ кăш-тах хута кĕчĕ пĕри. _ Кунтисем вĕсем нимле ыйтăва та хăйсем тĕллĕн татса пама пултарайман, марионеткăсем кăна шутланнă.
_ Аркадий Петрович Гайдар пирки çырни те ун авто-ритетне чакарас шутпа тунă ĕç пек курăнать, _ тăрăнчĕ каллех Калашкин тусĕ. _ Миллионшар ача ун кĕнекисене вуласа чăн-чăн патриот пулса ÿснĕ. Дипломник вара ăна çын вĕле-рекен пек кăтартма тăрăшни куçкĕретех.
_ Коммунистсен вĕсен яланах икĕ моральпе пурăнас йăла çирĕп. Гайдар та çавах. Юнлă алăпах калавсем çырнă. Унта вара ырă çын пек курăнма тăрăшнă. Гайдара ăна хакассем хушшинче паян кун та усалпа кăна асăнаççĕ, халăх тăшманĕ вырăнне хурсах, _ терĕ Таланов.
_ Диплом ĕçĕнче усă курнă Соловьев есаул хучĕ пирки те иккĕленÿ пур. Ăçтан тупнă-ха ăна? Мĕншĕн архивне кă-тартман? _ каллех сас пачĕ Калашкин профессор.
Талановăн вара Варук аппаран илнĕ хута кăтартма тиврĕ. Кам панине шарламарĕ. «Енчен те оригинал пирки иккĕ-ленетĕр пулсан, экспертизăна ярса тĕрĕслесе пăхăр эппин. Пĕр-пĕр хута хăçан çырнине пĕлесси паян пит йывăр ĕçех пулас çук», _ сĕнчĕ дипломник.
Çапла вара комисси членĕсем студент тухсан та лăпла-наймарĕç, чылайччен тавлашса ларчĕç. Чечеков рецензентсен сĕнĕвĕсене шута илсе «пиллĕк» лартма сĕнчĕ. Анчах Калашкин майлисем хирĕç пулчĕç, ыйтăва сасăласа татса пама сĕнчĕç. «Виççĕ» кăна лартса пачĕç. Чечеков тарăхнипе ним каламасăр тухса кайрĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, чăтмалла. Киввинче хаярлăх нумай. Тепĕр чухне вăл çĕннине, çам-рăккине хăйпе пĕрле тупăка илсе кайма та хатĕр. Апла пулин те пирĕн герой пуçне усмарĕ, пĕр пуçăннă ĕçе малалла тăсма шутларĕ. Паллах, Чечеков доцентпа канашласа пăхмасăр мар ĕнтĕ. Пĕрре пуçра вырăн тупнă шухăш аса илтерсех тăрать çав. Таланов каллех Варук аппа патне кайрĕ. Ку хутĕнче вара вăл ытларах Çĕпĕрти пурнăç пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ.
Партизансене парăнтарсан чекистсем кашни çынна тĕрĕс-лесе тухнă. Варвара Иванова Морсков партизан хĕрĕ пулнине пĕлсен вара çак çамрăкăн пуласлăхĕ ĕмĕрлĕхех пăчланса ларнă. Вĕренме каясси пирки калаçу та пулма пултарайман. Ĕçе те вăрман каснă çĕре е торф кăларма кăна илнĕ. Каярах вара пĕтĕм пурнăçĕ колхоз ферминче иртнĕ. Пĕччен пулнине кура çавăнтах выртса тăнă. Хулана кайма та, тăван яла тавăрăнма та ирĕк пулман. Ссылкăра пурăннă ĕнтĕ. Ватлăхра кăна çавăрăнса çитнĕ. Кунта та савăнăçĕ пит пысăках пулман.
Колхоз тунă вăхăтра аслашшĕпе асламăшне кулаксем тесе килтен хăваласа янă. Ултă кĕтеслĕ пÿрчĕ халĕ те ял варринче ларать. Малтан унта ял совечĕ пулнă, халĕ вара -библиотека. Кĕлетсене колхоз валли куçарса кайнă. Морсков Çеменпе арăмĕ ватлăхне мунча пек пĕчĕк çуртра пурăнса ирттернĕ.
– Асатте вара туя тытса кашни кунах хăй лартнă çил арманне пăхса килетчĕ тет, ял варринчи пÿрчĕ тавра утса çавăрăнатчĕ тет.
– Чунĕ ыратнă ĕнтĕ унă^… Апла эппин эсĕ килнĕ çĕре аслаçу килĕ хупăннă иккен. Ăçта пурăнкаларăн вара?
– Тăвансем, атте аппăшĕн ачисем лайăх пулчĕç. Çавсем пăхрĕç. Халĕ вара кунта.
– Варук аппа, Çĕпĕртен килнĕ хыççăн Шупашкарта пулнă-и вара эсĕ?
– Çук, пулман. Çÿрейместĕп çав, урасем сураççĕ. Куç та япăх курать.
– Енчен те хăвăр пурăннă çурта курсан палласа илĕт-тĕн-ши?
– Палламасăр. Анчах вăл çуртсене çĕмĕрсе пĕтернĕ теççĕ вĕт. Кивĕ хула пĕтнĕ тет.
– Сирĕн çурт упранса юлнă.
– Хăшĕ вара?
– Леш, çÿллĕрех вырăнта лараканни. Енчен те çав çурта хăвна тавăрса парас пулсан?..
– Кирлĕ мара ан калаç-ха. Кам патăр ăна? Парсассăн та мĕн тăвăп-ха эпĕ унпа.
– Варук аппа, итле мана. Вара, тен, Шупашкара куçма май килĕ. Ăстарах тухтăрсем пулăшнипе сывлăхна та тÿрлетĕпĕр. Акă сан ятупа заявлени çырса хатĕрлерĕм. Алă пус çакăнта, – терĕ Таланов Варук аппа умне хутпа ручка хурса.
– Мĕн пирки вара ку?
– Аçу çуртне тавăрса пама ыйтса ĕнтĕ. Атя-ха, тытăнса пăхар. Алă кăна пусмалла. Ыттине веçех хам тăрăшăп.
– Юрĕ эппин, – тесе Варук аппа чĕтрекен аллипе «Ива-нова» тесе çырса хучĕ.
– Мĕншĕн Морскова мар вара, – ыйтрĕ Таланов.
– Паспорт çинче çапла.
– Апла пулсан çавăнтах юнашар тире лартса «Морскова» тесе çыр-ха.
– Ку хушамата çырманни çитмĕл çул та çитет пуль. Çырам эппин, – терĕ ватă хĕрарăм кăштах хĕпĕртенĕ туйăмпа.
Юратнă ашшĕн хушамачĕ вĕт-ха. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарта «Морсков лавкки» тесен пĕлмен çын та пулман.
Тĕп хулана таврăнсан Таланов малтан архива çитрĕ, Морсков купцан пурлăхне патшалăх аллине илни çинчен пĕлтерекен актăн копине тутарчĕ. Варвара Филимоновна Иванова-Морскова пирки иккĕленÿ таврашĕ ан пултăр тесе загсран хут илчĕ. Халĕ тата тепĕр шикленÿллĕ самант сиксе тухрĕ. Енчен те Филимон Семенович реабилитаци тунисен шутĕнче пулмасан заявление илмесен те пултараççĕ. Кун пирки вара юстици министерствинче кăна пĕлеççĕ. Савăнта çитмелле. Ку ĕçпе республика прокурорĕн çумĕ ĕçлет иккен. Кашни кунах йышăнмасть. Икĕ кунтан ун патне лекме май килчĕ. Таса ятне тавăрнисен шутĕнче Морсков хушамачĕ те пур иккен. Халĕ вара заявление ăçта кайса памалла-ха? Таланов архивран илнĕ хут çине тепĕр хут тимлĕнрех пăхса илчĕ. Кон-фискаци комиссине уездри депутатсен совечĕ ячĕпе тунă иккен. Апла пулсан хула советне тăратмалла. Сапла турĕ те.
Заявлени йышăнакан хĕрарăм çак хутсене курсан тĕлĕнсех кайрĕ. «Сирĕм çула яхăн ĕçлетĕп, кун пеккине пĕрремĕш хут куратăп», – терĕ. Икĕ çĕре шăнкăравласа канашласа пăхрĕ те çапах илсе юлчĕ. «Хуравне çырупа ярса паратпăр», – терĕ. Таланов вара хăй адресне парса хăварчĕ.
Пĕрремĕш утăмне тунă ĕнтĕ. Халĕ вара малалли пирки шутламалла: «Енчен те Варук аппаран ыйтса пĕлмелли е унпа пĕрле пĕр-пĕр чиновник патне кĕрсе тухмалли тупăнсан… Каллех яла кайма тивет-ши вара? Тен, хăйне илсе килмелле те республика больницине вырнаçтарса кăштах çăмăллăх памалла. Паллă врачсем ĕçлеççĕ вĕт-ха. Унтан вăхăтлăха хамăр патăрта усрасан та юрать. Анне чарас çук».
Чăнах та, ку таранччен амăшĕпе ывăлĕ хушшинче пĕрне-пĕри ăнланманни пулманччĕ-ха. Халĕ те çаплах. Тимĕркке каласа панине итленĕ хыççăн хуйхи-суйхине пайтах чăтса ирттернĕ Елена Ивановна ывăлĕпе килĕшрĕ. Владимир Таланов вара çăмăл машина тупса Варук аппа патне вĕçтерчĕ…
* * *

Чăваш шăпи темшĕн çапла-çке-ха, пурин те нуша витĕр тухмалла. Пурнăçне майлаштарса çитернĕ тĕле вăйсем те чакаççĕ, сывлăх та хуçăлать. Хĕсĕк пурнăçа пулах ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене пысăк пулăшу параймасть. Тепĕр чух тата ачи-пăчи йышли те чăрмав кÿрет.
Тимĕркке ашшĕ çемьере тăваттăмĕш ача пулнă. Пĕртен-пĕр ывăл. Ыттисем пурте хĕрсем. Вăл авланнă тĕле пĕри качча кайнă. Иккĕшĕ килтех пурăннă. Ватă хĕр шутĕнче тесен те юрать. Ĕлĕкхи йăлапа ывăлĕн ашшĕ килĕнчех пурăнмалла. Кăмака умĕ те, кĕлет уççи те майĕпен ун арăмĕн аллине куçмалла. Анчах килте хĕрарăм нумай чухне кин шăпи йăлана лараймасть. Сакна упăшки те асăрханă ĕнтĕ. Ахальтен мар тепĕр чухне тавлашусем сике-сике тухнă. Арăмĕ ача амăшĕ пулма хатĕрленнине пĕлсен ăна çăмăллăх парас тесе килкартине пĕчĕк пÿрт лартма шутлать. Вăрман кăларма тытăнаççĕ. Анчах пĕренисене турттарса килнĕ чухне авари пулать. Прицеп уçăлса каять те пĕренесем ишĕлсе анаççĕ. Сÿлте ларса пынă упăшки аяла пулса вилмеллех аманать. Сапла вара пирĕн герой çураличченех ашшĕсĕр тăрса юлать.
Ывăлĕ хăй тĕллĕн апат çиме хăнăхса çитсен Лена Шупаш-кара тухса кайрĕ, стройкăна вырнаçрĕ. Ятарлă пĕлÿсĕр çыннăн шăпи çапларах ĕнтĕ. Ăна ытларах хура ĕç тивет. Юрать-ха, чăваш ĕçрен хăрамасть, уяса тăмасть – тытать те тăвать. Общежити те пачĕç. Пĕр пÿлĕмре виççĕн. Иккĕшĕ хĕрупраçсем. Каччисем те пыркаласа çÿреççĕ. Юрать-ха, питĕ каçа юличчен ларма ирĕк памаççĕ. Вахтер аса илтерсех тăрать. Вăл хушнине итле-месен тепĕр чух лешмене кĕртмесен те пултарать. Пăхăнма тиветех çав.
Лена вара кашни канмалли кунах яла çÿрерĕ. Ывăлне курас килет. Савă пуçран тухмасть. Самрăк хĕрарăма арçын е каччă куç хывасси пулатех çав. Килĕштернине палăртакансем те çук мар. Анчах ывăл сăнарĕ туйăма вылявлă яма памасть. Савна ура çине тăратмалла, çын тумалла.Стройкăра пурте тенĕ пекех чăвашсем ĕçлеççĕ. Пуçлăхĕсем кăна вырăссем. Бухгалтеринчисем те çавсемех. Ытти ĕç вара чăвашла шăкăл-шăкăл калаçсах пулса пырать. Штукатурсем патĕнче ав юрлани те илтĕнет. Ма юрлас мар, хисеплĕреххисен шутĕнче вĕсем, укçине те лайăхрах илеççĕ. Лена вĕсене кăштах ăмсанать те. Кунĕпех кирпĕч е раствор йăтнипех çырлахмалла мар ĕнтĕ. Мĕн те пулин шутласа тупмаллах.
Пĕрре çапла Лена штукатурсем мĕнлерех ĕçленине чы-лайччен пăхса тăчĕ те маçтăр патне кайрĕ, хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Ун штукатур ĕçне вĕренес килет. Лешĕ кун пирки аслисемпе калаçса пăхма пулчĕ. Хăй сăмахне тытрĕ. Кĕçех ăна вĕренме ячĕç. Икĕ уйăха яхăн вĕренÿ комбинатне çÿрерĕ. Тăрăшрĕ. Экзамен тытнă хыççăн свидетельство пачĕç. Сакă вăл ялтан килнĕ хĕрарăмшăн самай пысăк çитĕнÿ, хăй тĕллĕн тунă хăюллă утăм. Кĕçех хваттер черетне тăчĕ. Шанчăкĕ пысăках мар-та-ха, пĕр вунă çултан, тен, май килĕ. Тĕлĕнмелле япала, хваттер пайланă чухне çуртне тăвакансем пачах та хисепре мар иккен. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕт хăмаран тунă пĕчĕк пÿртре кăна пурăнать. Лена пĕрисем патĕнче хăнара та пулса курчĕ. Хĕвелтухăç поселокĕнче çавăн пек ял пур, хăйсем ăна Шанхай теççĕ.
Тултан пăхма пÿрчĕ пĕртте илемлĕ мар, шалта вара йĕркеллех. Хĕрарăм ăсталăхне кура ĕнтĕ. Тĕрĕсем те, чечексем те пур. Телевизор та пăхаççĕ. Ялти пекех кăмака хутса ăшăтаççĕ. Апатне газпа пĕçереççĕ. Пурăнма пулать, хула пуçлăхне пуç таймасăрах. «Енчен те çакăн пек пÿрт тупăнсан ывăлăма та илсе килнĕ пулăттăм, – шутласа илчĕ Лена. – Тен, манăн та тапалашса пăхмалла мар-ши?»
Хăй ĕмĕтне пĕлтерсен пĕрле ĕçлекенсем те пулăшма сăмах пачĕç. Хатĕрленÿ ĕçĕ пуçланчĕ. Мĕн кирлине пурне те тупса пĕтерсен тин тытăнмалла иккен. Вырăнĕ пирки… Малтан Шанхайри авторитетсемпе калаçса татăлмалла иккен. Паллах, ахаль мар. Сĕрмелле. Типĕ кашăк тутана хырать теççĕ вĕт.
Сине тăраканĕ вара бригадир пулчĕ, Ленăран пĕр çич-сакăр çул аслăрах арçын. Лавккаран мĕн-мĕн илмеллине çырса пачĕ. Хăмипе кирпĕчне, вĕтĕ турпаспа пăчкă кĕрпине укçасăрах тупма май килчĕ. Бригадирсем, прорабсем ăçта мĕн пуррине пĕлеççĕ вĕсем. Акă юнашар çурта туса пĕтерсен йĕри-тавра тытнă хÿмене сÿтрĕç те хăмисене Ленăна пачĕç. Сапла майĕпен тупнă япалисене пулас кÿршĕсем патне кая-кая хума тиврĕ. Чи пысăк тĕлĕнтермĕш вара урăххи пулчĕ. Пÿртпе çенĕке пĕр кунта туса лартрĕç, кăмакине те хутса пăхрĕç. Иĕри-тавра карта тытрĕç, йăрансем тумалăх çĕр те тупăнчĕ. Кил хуçишĕн çакă юмахри пекех туйăнчĕ. Мĕнле-ха капла, паянтан хăй аллипе уçса кĕмелли йăва пур. Самай пысăк-скерех. Шыв пирки кăна йывăртарах, тарăн çырмаран ăсаççĕ иккен. Ытти… Сынсем чăтнине чăтма пулать ĕнтĕ.
Паллах, ĕçлекен çынсене пăхма та пĕлмелле. Юрласа ташласах тухса кайрĕç. Бригадир вара уйрăлас умĕн: «Пулăшу кирлĕ пулсан систер», – терĕ.
Ак тамаша, ырă хыпар та часах сарăлать иккен. Хăнана пырас текен арçынсем тупăнма пуçларĕç. Семьеллисем те йăлăнаççĕ. Чĕнмесĕрех пырса кĕрекенсем те тупăнчĕç. Питĕ тĕлĕнмелле çынсем иккен вĕсем арçынсем. Кашнин хăйне майлă тĕллев. Пĕри ав, общежитинче пурăнаканскер, хăйне валли йăва шырать пулас. Сăнран та, ÿтрен те паман, тумĕ те япăх, укçаран та хĕсĕк – хăй вара пĕрле пурăнасси пирки пуплешет. Ячĕ кăна арçын ĕнтĕ. Семьешĕн усăллă çын пулассăн туйăнмасть. Тепри тата ялта пĕчĕк ача пурри çинчен пĕлсенех пăрăнчĕ, кĕрсе тухма пăрахрĕ. Пĕччен ĕçме хăнăхман тесе эрех йăтса килекенсем те тупăнчĕç. Хуçалăхра пулăшма хатĕррисем те пулчĕç, вутă хумалли сарай тата туалет туса пачĕç. Кунта, паллах, бригадир тăрăшни сисĕнет. Ун хăйĕн тĕллевĕ паллă ĕнтĕ, эрнере пĕрре пырса урăхларах çимĕç тутанса пăхасси… Ку çеç те мар-ха, кĕвĕççисем те, хăра-таканнисем те курăнкаларĕç. Сакăн пек пурнăç унчченхинчен канăçсăртарах та пек туйăна пуçларĕ. Мĕн тумалла-ха? Качча тухма сĕнекенсенех итлемелле-ши? Пĕри ав, Пимен ятлăскер, ачуна хулана илсе кил-ха тесе йăлăнать. Кун пирки Лена хăй те шутланăччĕ-ха. Ачан амăшĕпех пурăнмалла ĕнтĕ. Кĕçех ак шкула кайма та вăхăт çитĕ. Хатĕрленмелле. Вырăсла вĕрентĕр. Унсăрăн хула шкулĕнче йывăр теççĕ. Чăвашла вĕрен-текен шкул та пур теççĕ-ха, анчах та Шанхай çывăхĕнче мар, çÿреме инçе.
Пĕр пĕчĕк чунах пурнăçа тепĕр майлă çавăрса яма пултарать иккен. Ача сассипе пÿрт тулать. Амăшĕ çумĕнче ăшăнса çывăрнă чухне тапкалашса илни те савăнăç вырăнне кăна. Текех пĕччен мар ĕнтĕ. Халĕ тата çамрăк Пимен та кунталлах туртăнать. Арçын темерĕн, пĕчĕк Тимĕркке те унтан хăпма пĕлмест. Курнă-курманах выляма, вăй виçме тытăнаççĕ. Енчен те Пимена парăнтарсан вара лешĕ ниçта кайса кĕрейми савăнать, çĕнтертĕм! тесе кăшкăрать. Пимен кайнă хыççăн тунсăхлама пуçлать, вăл килессе кĕтет.
Пĕрре çапла пĕчĕкçĕ Таланов кÿршĕ ачисемпе урамра выляса çÿренĕ хыççăн пÿрте кĕчĕ те: «Ман кăна атте çуккă,-терĕ пăшăрханса.- Анне, атя-ха Пимен пиччене кунтах хăва-рар. Ман атте пултăр вăл».
Сакна илтсен Лена аптрасах ÿкрĕ, сăмах та тупăнмасть. Лешĕ хăйĕннех перет. «Тепре килсен алăка питĕретĕп те… »
Сак сăмахсене илтсен Пимен питĕ хĕпĕртенĕ пулĕччĕ. Ма тесен, кун пирки вăл хăй те тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăнать. Калама кăна хăяймасть. Юрать-ха, пĕчĕкçĕ пепке пулăшрĕ. Пимен пырсан каллех хăй шухăшне пĕлтерчĕ, ăна «атте» тесе чĕнме пуçларĕ. Мĕн тери кăмăллă иккен çак сăмаха илтме. Хăлхана ачашлать, ырă туйăм çуратать. Сак паха ята тивĕç-термеллех вĕт. Пимен ăна лайăх ăнланать. Ленăн вара темле шикленÿ пур пек. Чи шутлаттараканни, паллах, Пимен хăйĕн-чен чылай çамрăк каччă пулни. Пĕрлешме ыйтать вĕт-ха. Ачисем çуралаççех ĕнтĕ. Енчен те каярах Лена ватăлса пыни куçа курăнма пуçласан… Сав хушăрах илĕртекен сăлтав та пур. Сакă вăл Пименпа Тимĕркке пĕр чĕлхе тупни. Тепĕр тесен тата ача хăйне телейлĕ туйнине мĕн çиттĕр-ха! Каччи те аптрамасть темелле. Сăнран та, ĕçлессипе те ыттисенчен япăх мар. Шалу илнĕ хыççăн юлташĕсемпе эрехне сыпкалани пулкалать те-ха, йăли çапларан ĕнтĕ. Есĕрĕ вара пачах та усал мар. Синçерех сасăпа хурлăхлăрах юрăсем юрлама юратать, тепĕр чух макăрса та илет. Кăмăлĕ çемçерен ĕнтĕ.
Кĕçех Пименпа Лена ЗАГСа кайса çырăнчĕç. Вара вăл килти çынах пулса тăчĕ, япалисене те илсе килчĕ, мотоциклне те кунтах лартрĕ. Виççĕшĕ пĕрле ларса тухсан вара пĕчĕк ача мĕнле савăннине çырса пама сăмах та çитес çук. Пурнăç майлашăнса кайрĕ. Телевизор илме те вăй çитерчĕç. Лена сĕннипе пÿрте çурмалла пÿлсе икĕ пÿлĕмлĕ турĕç. Пименăн çывăрмалли вырăнĕ диван пулчĕ. Лешсен – уйрăм пÿлĕмри койка çинче. Сырăнни те чылай пулать ĕнтĕ, анчах чуп-чуп уйăхĕ ниепле те пуçланса каяймасть-ха. Пимен нимех те шарламасть, диван çине чĕнмест. Тимĕркке çывăрса кайсан ун патне пырса выртма пулать-те-ха… Сук ĕнтĕ, юрату ĕçĕнче упăшкинех хăюллăрах пулмалла. Сутçанталăкра та çаплах вĕт. Автан хастарлăхне курсан хăшĕ-пĕрисен ăмсанмалли кăна юлать. Е йытăсене илер-ха. Мĕнле кĕрешеççĕ вĕсем. Тепĕр чух тата пĕчĕкреххиех хуçаланма тытăнать. Юнланса пĕтнĕ пулсассăн та ыттисене хăй тусĕ патне çывхарма памасть. Вăйлăраххисем те пăхăнаççĕ.
«Вăтанать ĕнтĕ вăл, – шутласа илчĕ Лена, – хамăн хăюл-лăрах пулмалла пуль». Акă паян вĕсем иккĕшех. Тимĕркке урамра. Чĕнмесĕр те кĕрес çук. Саманчĕ самай меллĕскер. Лена шăпах Пименăн ĕнер çуса типĕтнĕ кĕпине утюглать. Тавçăрса илчĕ: кĕпен чи çÿлти тÿмине çĕçĕпе татса илчĕ те айккинерех хучĕ, юлнă çипписене кăларса печĕ. Вара майкăпах çÿрекен Пимен патне пычĕ те: «Кил-ха, тытса пăхам, тÿмине хăш тĕлерех лартмалла-ши?» – терĕ. Кĕпине хăех тăхăнтарчĕ те çуха патĕнчен тыта-тыта пăхрĕ. Сав хушăра Пимена чуп туса илчĕ, ун çумне сĕртĕнсе ачашланчĕ. Анчах Пимен ыталамарĕ. Шикленерех: «Тимĕркке курсан аван мар», – терĕ. Кĕпине хывса пачĕ те килкартине тухрĕ. «Юратмасть вăл мана. Апла пулсан мĕншĕн авланчĕ-ха. Нивушлĕ çак лутра çуртра пурăнассишĕн вара. Ун пек пулсан лайăх хваттерлĕ хĕрарăмсем те пур вĕт-ха», – ÿпкелешсе илчĕ Лена.
Тепĕр темиçе кунтан ачи çывăрса кайсан арăмĕ упăшки патне пырса выртрĕ, ыталарĕ, чуптурĕ… Кăкăрĕнчен шăлса аллине кăвапа патнелле ярсан Пимен сиксе тăчĕ те Тимĕркке патне кайса выртрĕ. Ирхине вара Лена хăй мĕн шутланине уççăнах каларĕ:
– Юратмастăн эсĕ мана. Ма тесен, урăх хĕрарăм пур сан. Савăнпа вăйна пĕтеретĕн те…
– Ан ухмахлан-ха эсĕ. Ача умĕнче çапла юрать-и вара?
– Мĕн, эсĕ мана нимĕн те чухламасть тетĕн-им. Чим-ха, тепĕр чух мĕншĕн-ха кая юлса килетĕн тата? Кама ыталатăн?
– Каланă вĕт сана пăшал пенĕ çĕре çÿретĕп тесе. Ман разряд пур. Ăмăртăва хатĕрленетпĕр.
– Вăт, вăт, савăшмалли мишене те çавăнтах тупрăн пулас. Мана вара чунсăр çын вырăнне хуратăн.
Пимен тумланчĕ те ним шарламасăрах ĕçе тухса кайрĕ.
«Атте лайăх вăл. Мана шкула çÿреме ранец илсе паратăп терĕ», – пĕлтерчĕ хăй шухăшне мĕн пулса иртнине тавçăрса илеймен Тимĕркке.
Каçпала самаях ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ Пимена юлташĕсем леçсе ячĕç. Лешĕ вара кĕнĕ-кĕменех диван çине тăсăлса ÿкрĕ те харлаттарма тытăнчĕ. Иĕркеллех çывăртăр-ха тесе Лена курткине хыврĕ, унтан чĕн пиçиххине вĕçертсе шăлавар пĕççисенчен туртрĕ. Шăлаварĕ хывăннăçемĕн трусси те чĕркуççи патне çитиех анса ларчĕ. Ак тамаша!? Ар хатĕрĕн пуçĕ çук иккен. Аяларах вара мăйăр пек пĕчĕк чăмăрккасем кăна. Аманнă пулас, çĕввисем те паллă. Вăл хăйне мĕншĕн çапла тытни пирки текех нимле вăрттăнлăх та çук ĕнтĕ. Сакă вăл çамрăк арçыншăн калама çук пысăк хуйхă вĕт-ха. Хĕрхенмелли кăна юлать.
Мĕн пулса иртнĕ-ши вара унпала? Тен, аварие лекнĕ? Салтакра амантман пуль те? Тен, çакна пулах салтакри пирки калаçасшăн мар? Чечняра пулнă вĕт-ха. Ахальтен пенси памаççĕ пуль ĕнтĕ.
Пимен тумтирне майлаштарса çакрĕ те Лена шухăша путрĕ. Мĕн тумалла-ха? Мĕнле пурăнмалла? Тепĕр тесен тата юрату çимĕçне тутанмасăр пурăнакан хĕрарăм Лена çеç мар вĕт. Еçке ярăннă арçынсен автанлăхĕ тахçанах сÿнсе ларнă. Ячĕшĕн кăна упăшкипе арăмĕ шутланаççĕ. Хĕрарăм чăтăмлă вăл. «Ывăла çын тăвасчĕ. Ытти вăл нимех те мар», – турĕ пĕтĕмлетÿ Лена. Суранĕ пирки те ыйтса пĕлес килет те, анчах калаçăвне мĕнле пуçарса ярăн-ха. Тен, хăçан та пулин хăех каласа парĕ-ха тесе Лена кăштах лăпланчĕ. Ирхине хăйне ĕнер нимĕн те пулса иртмен пек тытма тăрăшрĕ. Симеллисем хатĕрлесен Пимена вăратрĕ. Лешĕ тăнă-тăманах:
– Енер хамах хывăнса выртнă-и вара эпĕ? – терĕ.
– Хăвах, хăвах, – лăплантарчĕ Лена. – Кăшт ытларах ĕçнĕ пулмалла.
– Урăх ун пек пулмĕ. Каçарăр мана.
Вара виççĕшĕ те мотоцикл çине ларчĕç те хуланалла çул тытрĕç. Каçхине çумăр çунине пула чутах лачакана кĕрсе ларатчĕç. Виççĕн пĕрле тĕксе кăларчĕç. Асфальт çине тухиччен çулĕ япăх çав. Никам та тăрăшмасть. Хула пуçлăхĕсем аса та илмеççĕ. Тимĕрккене ача пахчине леçсе хăварчĕç те ĕçе васкарĕç…
Пименăн пĕр лайăх йăла пур: Лена каланине итлет. Тепĕр чух хăйĕнчен аслăрах хĕрарăма амăшĕ вырăнне хунă пек те туйăнса каять. Асламăшпе кăна ÿснĕрен мар-ши? Сакă Ленăна хăйне те килĕшме пуçларĕ. Ĕçленĕ чух вара: «Эй, арçын-сем… » – тени кăна илтĕнет. Хуçалăхра вара, чăнах та, чылай пысăк улшăнусем пулчĕç. Пимен сарайне пысăклатса нÿхреп чавса пачĕ. Халĕ ĕнтĕ мунча та пур. Пысăках мар та, çапах та хăйсен. Кăмакине питĕ мăнтăр тимĕр пăрăхран тунă. Аялта вут хутмалли, çÿлерех яка чулсем купаланă. Хĕртнĕ чул çине шыв сапсан мунча пĕр самантра вĕриленсе каять. Сапăнма кăна ан ÿркен. Милĕкне те хăйсемех хатĕрлеççĕ. Мотоцикл çине лараççĕ те – вăрмана. Пимен вара пĕччен кĕме юратать. Енчен те Тимĕркке пĕрле пырсан плавкипех çăвăнать.
Канмалли кунсенче те пĕрле пулма тăрăшрĕç вĕсем. Пулла, çырлана, кăмпана пĕрле çÿресси те йăлана кĕрсе пычĕ.
Шанхайра яланах мĕн те пулин пулса иртет. Хыпарсем часах сарăлаççĕ. Усĕрпе çапăçни, кĕвĕçÿ харкашăвĕ, пушарсем… Сутса каякансем те пур. Илекенсем вара пурте тенĕ пекех чăвашсем.
Акă кĕтнĕ кĕркунне те çитрĕ. Паян Тимĕркке пĕрремĕш класа каять. Журнал çинче Таланов Владимир тесе çырнă. Ашшĕ парнелесе хăварнă хушаматпах çÿрет. Шкула ăсатса яраканĕ вара Пимен пулчĕ. Сĕнĕ тумпа, чечекпе пырса кĕчĕ шкула Таланов, ытти ачасенчен нимрен те япăх курăнмасть. Сÿллĕшĕпе те çавах. Вĕрен кăна, лайăх паллăсем илсе кил-тисене савăнтар. Савна ытларах кĕтеççĕ вĕсем, ачана кашни кун лартса панă шалу пекех шутлаççĕ. Енчен те начар паллăсем çаклансан, ятлаçаççĕ, пăшăрханаççĕ. Хăйсене пĕлесчĕ, кашни кун хăйсен ĕçне тĕрĕслесе пĕр-пĕр паллăпа хаклас пулсан… Виççĕлĕх ĕçлеймен кунсем те темĕн чухлех. Паллах, пахалăх тĕлĕшĕнчен пăхсан. Анчах шкул ачин ун пек тĕрĕслеме май çук. Кусем вара кашни кун дневнике уçа-уçа пăхаççĕ. Юрать-ха, пĕрремĕш класра малтанлăха отметка лартмаççĕ…
Тÿрех вырăсла. Ачисем пурте тенĕ пекех чăвашсем пулсан та тăван чĕлхе урокĕ çук. Чăвашла калаçма та чараççĕ, атту вырăсла час вĕренейместĕр теççĕ. Тимĕрккене Шупашкара илсе килсе ача пахчине яман пулсан-и? Халĕ те йывăрлăхсем çук мар. Хăш-пĕр сăмахсене, шухăшсене чăвашла ăнлантарни кирлех те-ха, мĕн тăвăн ĕнтĕ: вĕрентекенĕ çак питĕ усăллă ĕçе тăваймасть. Аптранипе вара ятлаçма пуçлать. Тепĕр чух тата кÿрентерекен сăмахсем те сике-сике тухаççĕ. Сапла пуçланса каять те ĕнтĕ чăваш ачисем пирки япăх шутласси. Тÿрех вырăс чĕлхипе çапса хуçаççĕ те ачан ăс-тăн аталанăвне пÿлеççĕ. Сичĕ çулхи ачан виçĕ çулхи ача шайĕнче калаçма тивет. Тăван чĕлхепе, тен, ним такăнмасăр интереслĕ юмах каласа панă пулĕччĕ. Ун вара халĕ: «Маша читает книгу», -тенипе çырлахма тивет. Тимĕркке те çак мелпех вĕренсе пычĕ. Иккĕмĕш класра тин лайăхрах ĕлкĕрсе пыракансен ушкăнне лекрĕ. Килти учитель çине тăнипе тесен те юрать пуль. Уççăнрах каласан, Пимен пулăшнипе ĕнтĕ. Чăтăмлăхĕ вара ун чăнах та пур. Пĕр япаланах темиçе хутчен ăнлантарса пама пултарать. Тимĕркке йăнăшсем тусассăн та сассине хăпарт-масть. Арçынсем çапла вĕренсе ларнине курсассăн Лена хăй ăшĕнче Пимена миçе хутчен тав туман пуль. Каярах вара, Пимен пулăшайми пулсан, вĕренÿри йывăрлăхсене Тимĕркке хăех çĕнтерсе пычĕ…
Пурнăç куç умĕнчех тепĕр майлă çавăрăнса ÿкрĕ. Еçри çыхăнусем те улшăнса пычĕç, укçине те вăхăтра тÿлеме пăрахрĕç. Ку çеç те мар-ха, черете кĕтсе хваттерлĕ пулаяс çук, тен, кооператива кĕмелле мар-ши тесе Пименпа Лена укçа пухнăччĕ. Вăл та çунса кайрĕ. Унпала халĕ велосипед та илеес çук. Пур çĕрте те укçа, укçа… Директорсем, чиновниксем пуйса пычĕç, патшалăх хысни вара çÿхелсе юлчĕ. Чечня вăрçи те самаях ĕмсе тăчĕ пулас.
Акă тата тепĕр куляну: ĕç сахалланса пынине пула çынсен шутне чакарчĕç. Сав ушкăна Пимен та лекрĕ. Апат-çимĕç, тумтир, атă-пушмак хакĕсем ÿссе кайрĕç. Лавкка тулли тавар, черетсем те пĕтрĕç. Анчах çакă ырлăх укçаллисем валли кăна. Аякран тавар илсе килсе сутасси йăлана кĕчĕ. Кунта ĕçсĕр тăрса юлнă арçынсем урăх çĕрелле тапса сикрĕç. Пĕрисем -Сурçĕрелле вахта мелĕпе ĕçлеме, теприсем – Мускав çывăх-нелле унти çĕрме пуянсем валли çурт лартма. Пимен вара урăхла çул суйласа илчĕ.
Юлашки вăхăтра Лена Пимен çине хĕрхенÿллĕн пăхни уçăмлăрах сисĕне пуçларĕ. Шеллени те чуна ыраттарать иккен. Енчен те унччен Лена куçĕнче хăйне юраттарас туйăм тапса тăратчĕ пулсассăн, халĕ вара пачах урăхла. Упăшки ар тивĕçне пурнăçлайманнине пулах ĕнтĕ. Аптранипе Пимен «Интим» ятлă лавккана та кĕркелесе тухнăччĕ. Резинăран тунă ар хатĕрĕ туянас шухăш та пурччĕ. Хăяймарĕ. Вăтанни пĕтерет. Сăмахне мĕнле пуçарса ярăн-ха. Ют çĕршыв çыннисен кун пирки нимле именÿ те çук теççĕ. Эпир чăвашсем çав, ытлашши сăпайлă пулни чарать.
Тата тепĕр шухăш та çивĕчленсе пычĕ. Чечняран таврăннă чухне çамрăк салтаксем хăйсене кунта геройсене кĕтсе илнĕ пек йышăнаççĕ пуль тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Сук, пулмарĕ. Чечняра çапăçни чуна суранлатни кăна пулчĕ. Мĕн кăна илтме тивмерĕ пуль халăх хушшинче: пĕри ырлать, тепри хурлать, виççĕмĕшĕ вăрçать. Савна пулах Пимен хăй Чечняра пулни пирки калаçма та пăрахнăччĕ, Ленăна та шарламан. Халĕ вара… Тарăху туйăмĕ, курайманлăх капланса çитрĕ. Тыткăна лексессĕн хăйне мĕнле хĕн кăтартнине, мăшкăлланине кашни кунах аса иле пуçларĕ. «Сук, кун пек юрамасть. Тавăрмалла вĕсене», – турĕ пĕтĕмлетÿ Пимен. Кунпа пĕрлех тата тепĕр шухăш та Чечня еннелле туртрĕ. Хваттерпе укçа ыйтăвĕ канăç памасть. Тимĕркке те кĕçех ÿссе çитĕ. Нивушлĕ унăн та ĕмĕрне Шанхайрах ирттермелле вара? Тен, Чечняна контрактпа кайсассăн хваттер туянасси те çăмăлланĕ? Паллă спортсмен вĕт-ха, япăх снайпер пулас
çук.
Пимен кирлĕ хутсене, тĕрлĕрен ăмăртура çĕнсе илнĕ дип-ломсене, медальсене илчĕ те военкомата кайрĕ. Анчах ĕç тухмарĕ, аманнă çын тесе Чечняна ямарĕç. Тепĕр кун килте никам та çук самантпа усă курса япалисене пуçтарчĕ те Канашалла вĕçтерчĕ. Ăçта кайнине хут çине çырса пĕлтерчĕ.
* * *

Моздока çитсенех госпитале кĕчĕ, хăйне сыватнă врачпа калаçса пăхас тесе ĕнтĕ. Чылай вăхăт иртнĕ пулсан та лешĕ Пимена палласа илчĕ. Мĕн сăлтавпа каялла килнине пĕлсен пулăшма тăрăшрĕ, хăй паллакан полковник патне пĕр-ик йĕрке çырчĕ те Пимена тыттарчĕ, аманнисене турттаракан машина çине лартса çитес çĕрелле ăсатрĕ.
Анчах ĕмĕтленни пурнăçа кĕриччен пайтах тăрăшмалла, салтакра вара пушшех. Санран ыйтса тăмаççĕ, мĕн хушнă, çавна тумалла. Пимен взвод командирĕпе икĕ хутчен те калаçса пăхнăччĕ, усси пулмарĕ. Юрать-ха нуша пулăшрĕ. Чечен снай-перĕсем хамăр командирсене суйласа илсе шĕкĕлчеме тытăн-сассăн тин Пимена аса илчĕç, алла снайпер винтовки тыт-тарчĕç. Шăпах çакна кĕтнĕ те ĕнтĕ ăста спортсмен.
Кунта вара пачах урăхла, ушкăнпа кĕпĕртетсе çÿресси мар, чеелĕх те, ăсталăх та, чăтăмлăх та унчченхинчен ытларах кирлĕ. Туйăм та урăхларах, ăмăртури пек азарт та пур пек.
Ăста снайпера тăшман часах сисет. Вара снайперпа снайпер хушшинчи тытăçу, урăхла каласассăн, ăмăрту пуçланса каять. Тепĕр чух тата снайпера часрах пĕтерес тесе пĕтĕм хĕç-пăшалран пеме тытăнаççĕ. Ниçта кайса кĕме çук. Пĕртен-пĕр çăлăнăç – пытанса пенĕ вырăна улăштарса пыни.
Пимен халĕ унчченхи пек салтак мар, хăй пăшалĕн уссине хăй куçĕпе курать. Командирсем те урăхларах калаçма пуçларĕç. Пĕр çын та самай пысăк усă кÿме пултарать иккен.
Пимена тахçантанпах пĕр ыйту канăç памастчĕ: «Мĕнле-ха капла, Чечняра хĕç-пăшал тăвакан заводсем пĕрре те çуккă, салтак тумĕ те çĕлемеççĕ. Анчах унти салтаксен мĕн кирли пурте пур. Вĕсен аллинче вĕр-çĕнĕ автоматсем. Патронсем те нихăçан та пĕтес çук. Мĕнле майпа пирĕн хĕç-пăшал вĕсен аллине лекет-ха?» Вăрçă пуриншĕн те пĕр пек япала мар иккен: пĕриншĕн – куляну, çухату, теприншĕн – пуйса юлмалли меллĕ вăхăт. Укçа вăл куçсăр. Ун умĕнче тăшман та тăшман мар. Вăрттăн сутнă пăшал хăй ĕçне тăватех. Шăпах çавăн пек пăшал кĕпçинчен вирхĕнсе тухнă пуля амантрĕ те ĕнтĕ Пимена. Вăхăтра пулăшу парайманнине кура тăна кĕмесĕрех ку тĕнчерен уйăрăлса кайрĕ. Кĕçех Шупашкара тупăк çитрĕ. Калама çук пысăк хуйхă. Уйрăмах Тимĕрккене йывăр пулчĕ. Юратнă çынни вилнишĕн кăшкăрсах макăрчĕ. Сакна курсассăн амăшĕ те чăтса тăраймарĕ…
Пытарма йывăрах пулмарĕ, пĕрле ĕçлекенсем чылайăн килчĕç, военкомат та çине тăчĕ. Масар çинче Лена хытă макăракан хура тутăрлă хĕрарăма асăрхарĕ. Пименпа пĕр çулалласкер. Асăну апачĕ çинĕ çĕре те пычĕ. Шăпах çавăнта паллашрĕç те ĕнтĕ вĕсем. Пĕрле выляса ÿснĕ тусĕ иккен. Сынсем столовăйĕнчен кайса пĕтичченех Ленăпа пĕрле ларчĕ, кайран ăсатма та пычĕ. Акă кÿршĕсем те килĕсене саланчĕç. Вара вĕсем виççĕшех тăрса юлчĕç. Тимĕркке çывăрса кайсассăн икĕ хĕрарăм хушшинчи калаçу çапларах йĕр çине ÿкрĕ.
– Лена, кала-ха, – пуçларĕ çамрăкки, – ывăлу сан Пименранах-и вара?
– Ку сана мĕн тума кирлĕ тата? – терĕ тĕлĕнсе Лена çакă кĕтмен çĕртен сиксе тухнă ыйту çине хурав парас вырăнне. Ыйту çине ыйту пулчĕ ĕнтĕ.
– Тĕрĕссине пĕлес килет ман. Унсăрăн ман ăшăмра лăпкăлăх пулас çук. Юратнă эпĕ ăна, хытă юратнă, пĕрле пурăнса ирттеретпĕр пуль тенĕччĕ. Анчах вăл ман юратăва йышăнмарĕ, салтакран килсенех пăрăнчĕ, хулана тухса шăвăнчĕ. Унтанпа тĕл пулса калаçман. Вилнине пĕлсессĕн чăтса тăраймарăм, килтĕм, упăшкам та чармарĕ.
– Мĕншĕн ывăлăм пирки ыйтатăн-ха?
– Мĕнле калас… Качча тухсассăнах эпĕ пĕррехинче упăшкана Пимен тесе персе ятăм. Вăл мана юнашар лартрĕ те питĕ япăх хыпар пĕлтерчĕ. Пимен вăл Чечняра плена лекнĕ тет. Лешсем вара унăн ар хатĕрне касса илнĕ тет те çĕрле, тĕттĕмре каялла пырса пăрахнă тет. Ирхине тин тупаççĕ ăна. Вара часрах госпитале ăсатнă. Чылай выртнă тет вăл.
– Сакна упăшку ăçтан пĕлет вара? Пĕрлех пулман пуль
вĕт.
– Сук, Хусана кайнă чухне поезд çинче пĕринпе паллашса кайнă та, çавă каласа пачĕ тет. Иксĕр пĕрлешнине пĕлсессĕн питĕ савăннăччĕ. Паян вара ывăлна курсассăн чăннипех тĕлĕнтĕм, тимлĕнрех пăхсан Пимен сăнĕ те пур пек. Иккĕленÿ ан пултăр тесе ыйтрăм ĕнтĕ.
– Сапла çав эпир, хĕрарăмсем, часах ĕненетпĕр. Упăшку сана хăйне Пимен тесе чĕнесрен çапла каланă ĕнтĕ. Пимен вăл йĕркеллĕ арçынах пулнă. Кăштах аманнă та пулас, анчах тухтăрсем ăнăçлă сыватнă ăна, – терĕ Лена чун пăлханăвне кăтартас мар тесе тăрăшса.
– Тимĕркке макăрнине курсассăн Пимен ывăлех пуль терĕм çав. Ют арçыншăн ун пек хуçăлас çук. Пĕчĕк ача мар вĕт.
Сапла вара икĕ хĕрарăм тул çутăличченех калаçса ларчĕç. Асăнмалли кунсене те палăртса хучĕç. Пĕрне-пĕри сывлăх сунсах уйăрăлчĕç…
Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ. Тимĕркке те шкул пĕтерчĕ, института кĕчĕ. Анчах Пимен умĕнчи тивĕçе манмарĕç вĕсем, çимĕке те кашни çулах çÿрерĕç. Манма май та çук. Хăй çуккă пулсан та ун пулăшăвĕ кашни уйăхрах сисĕнет, инсти-тутра вĕреннĕ чухне те укçа илсе тăчĕ. Студентшăн çакă калама çук пысăк çăмăллăх. Тен, çавна пулах Владимир Таланов вĕренÿре самай пысăк çитĕнÿсем тума пултарчĕ. Диплом ĕçĕшĕн виççĕ кăна лартса парсан та пуçне усмарĕ. Халĕ вара Варук аппана пулăшас тĕллевпе çÿрет.
Кĕтнĕ хыпар çитрĕ. Каланă пекех, çырупа ярса пачĕç. Варук аппана хула пуçлăхĕ патне чĕнеççĕ иккен. Ун вырăнне вара Таланов хăй кайрĕ. Варук аппан шанса уйăрнă çынни пул-нине çирĕплетекен хута кăтартсан ăна хула пуçлăхĕ патне кĕртрĕç.
– Эсир тăратнă хутсене пăхса тухнă хыççăн калаçса пăхас терĕм, – пуçларĕ сăмахне мэр. – Варвара Филимоновнăна çав çурт мĕн тума кирлĕ вара? Унта ăшă та кĕртмен, склад вырăнне кăна усă кураççĕ. Юхăнса кайнăскер кăна вĕт.
– Сапла пуль те, ашшĕ çуртне чăн-чăн хуçа шучĕпе кĕрсе курасшăн ĕнтĕ вăл. Сакă вăл демократи тапхăрĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту, – хуравларĕ Таланов. – Калаçу кунта принцип пирки пырать.
– Хăй мĕншĕн килмерĕ тата?
– Сахăр чирĕпе аптрать çав. Больницăра выртать.
– Хăш больницăра вара?
– Республика больницинче ĕнтĕ.

– Ыранах социаллă пулăшу енĕпе ĕçлекенсене ярăп-ха. Тен, вăл укçан илме килĕшĕ. Паллах, пысăк укçах пулас çук, хакĕ пĕтнĕ ĕнтĕ унăн. Сапах та сывлăхне тÿрлетме кирлĕ тăкаксене саплаштармалăх илĕ.
– Юрĕ, калаçса пăхăп, – тесе Таланов тухрĕ те скверта кăштах уткаласа çÿренĕ хыççăн Морсков çуртне кайса пăхас тесе Атăл хĕрринелле васкарĕ. Ак тамаша, кунта хĕрсе кайсах юсав ĕçĕсем пыраççĕ иккен. Шыв кĕртме тесе канавне те чавса уçнă. Экскаваторĕ те кунтах. «Мĕнле-ха капла? Нивушлĕ хула пуçлăхĕ тĕрĕссине каламарĕ. Сук. Ун пек пулма та пулта-раймасть. Е кусем ăна пĕлтермесĕрех пуçăннă», – иккĕленсе илчĕ Таланов.
Сав хушăра Морсков çурчĕ патне ют çĕршывра кăларнă машина çитсе чарăнчĕ. Икĕ çамрăк тухрĕç те юсав ĕçĕ тăва-кансене темле кăтартусем пачĕç. Яка тумланнăскерсем хăйсене хуçасем пекех тыткалаççĕ. Пĕри экскаватор çумĕнче тăракан арçын патне пычĕ, кĕсйинчен пĕр ывăç укçа кăларчĕ те шут-ласа илсе лешне тыттарчĕ. Экскаваторщик хăйне тăрантаракан тимĕр каюра çине çăмăллăн хăпарса ларчĕ те урăх çĕрелле вĕçтерчĕ. Лешсем те нумай тăмарĕç, кайрĕç.
Таланов пĕр самантлăха аптраса тăчĕ. Хула пуçлăхĕ патне каяс шухăш та пурччĕ. Анчах кунта ĕçлекенсем чăвашла калаçнине илтсен чăтса тăраймарĕ, вĕсем патне çывхарса сăмах тапратрĕ:
– Вăй патăр ĕçлекенсене… Мĕнле çурт пулать вара ку?
– Халлĕхе хамăр та пĕлместпĕр-ха, – терĕ пĕр хĕрарăмĕ.
– Офис текенни пулать терĕç мар-и? – хутшăнчĕ тепри. – Хуçи тин çеç килсе кайрĕ вĕт. Курмарăн-им?
– Хăçантанпа ĕçлетĕр вара кунта?
– Виççĕмĕш кун ĕнтĕ.
– Кам тĕпчесе ыйтать вара кунта? Сÿреççĕ чăрмантар-са, – терĕ пĕр арçынни çывăхрах пырса тăрса. Асли пулмалла. Таланов пăрăнса утрĕ. «Заявлени панă хыççăн тапраннă ĕç иккен ку», – шутласа илчĕ вăл. Унтан каллех хула советне çул тытрĕ. Анчах пуçлăх патне кĕме май килмерĕ. Тухса кайнă иккен. Таланов кайран та кашни кун тенĕ пекех секретарĕ патне шăнкăравларĕ. Пĕррехинче вара: «Хăçан килмеллине хамăрах пĕлтерĕпĕр», – терĕ лешĕ.
Варук аппа патне кайсан Таланов тепĕр хыпар илтрĕ. Ун патне хула администрацийĕнчен пĕр хĕрарăм килсе кайрĕ тет, ашшĕ çурчĕшĕн укçан илме сĕнет тет.
– Тен, чăнах та çапла тумалла мар-ши, – терĕ Варук аппа. – Хăвна та пысăк чăрмав вĕт.
– Сук, çук. Парăнма юрамасть. Камăн та пулин çакăн пек ĕçе пуçарса ямаллах ĕнтĕ. Ыттисемшĕн те усăллă пултăр. Варук аппа, леш хĕрарăм тепре килсен аçу çуртнех ыйт. Е ун вырăнне икĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттер уйăрса паччăр эппин. Ватлăхра канлĕрех пурăнса кур ĕнтĕ.
– Темле çав. Пĕччен пурнăç… Утайми пулсан тата кам пăхĕ?
– Ун пирки ан хăра. Хамăр пăхăпăр. Апатне пĕлсе çисен, уколне вăхăтра тусан сахăр чирĕпе те чылай пурăнаççĕ.
– Сана шансан çеç. Хăв пĕлнĕ пек ту эппин, – терĕ Варук аппа.
Таланов больницăран тухнă çĕрте ăна иккĕн кĕтсе тă-раççĕ.
– Таланов эсĕ пулатăн-и? – ыйтрĕ пĕри.
– Эпĕ.
– Сана иртенпех хула пуçлăхĕ кĕтет. Шыраса тупма хушрĕ. Лар часрах, – сĕнчĕ тепри машина алăкне уçса. Таланов кĕрсе ларчĕ. Виççĕмĕш çын та пур иккен. Алăк уçаканни те ларчĕ. Таланов икĕ тĕреклĕ çамрăк хушшине лекрĕ. Машина тапранса кайрĕ. Республика больницин пысăк хапхинчен тухсан машина Етĕрне еннелле пăрăнчĕ.
– Мĕншĕн унталла каятпăр вара, – ыйтрĕ Таланов.
– Мэр патне кĕриччен калаçса илмелли пур, – терĕ пĕри. Водителĕ вара çав тери хытă хăвалать, çул хĕрринче
çакăнса тăракан паллăсене те пăхăнмасть. Чаракан та çук. Хуларан тухса пĕр-ик çухрăм пек кайсан машина сылтăмалла пăрăнчĕ те пысăках мар уçланкăра чарăнчĕ. Пурте тухрĕç. Калаçăва малта ларса пыраканни пуçларĕ.
– Таланов юлташ, мĕскер эсĕ сăмсуна пур çĕре те чике-тĕн, теприсен çулне пÿлетĕн, – терĕ вырăсла.
– Анланаймарăм-ха, мĕн пирки вара эсир?
– Анланатăн, лайăх чухлатăн… Морсков çурчĕ пирки мĕншĕн çав тери тапалашатăн вара. Леш карчăка вăл нимĕн тума та кирлĕ пулас çук. Эсĕ мĕн, карчăк вилсен хăвна юлать тетĕн-им?
– Саккунсем ун майлине пĕлместĕр-им тата?
– Саккунĕ вăл сана валли те тупăнĕ-ха. Сакна куратăн-и? – терĕ тепри тукмак пек чышкине кăтартса. – Тутанса пăхас килмест-и?
– Ан васка-ха эсĕ, – чарчĕ пĕрремĕшĕ. – Хăех тавçăрса илĕ-ха. Ассăрскер пулас çук… Вообщем, леш карчăка кала, уйăрса панă укçана илтĕр те лăплантăр. Ку вара хăвна, -сĕнчĕ Таланова çĕр тенкĕлĕх долларсем.
– Сук, çук. Мĕскер эсир… Илместĕп…
– Илетĕн! – терĕ тепри пысăк чышкипе çурăмран тăрăс-латтарса.
– Мана нимле укçа та кирлĕ мар. Варвара Филимоновна та илес çук, – терĕ Таланов ыратнине чăтса.
– Апла пулсан!..
Иккĕшĕ те пĕр харăс сиксе ÿкрĕç те Таланова авса антарчĕç. Тепри вара шприц йăтса пычĕ. Вăйпах укол туса ячĕç. Кăшт вăхăт иртсен çăварĕнчен шурă эрех ячĕç. Унтан шăлаварăн хыçалти кĕсйине леш долларсене чикрĕç те Таланова кĕртсе лартрĕç. Вăл халĕ çывăрса кайнăпа пĕрех. Машина хуланалла çул тытрĕ…
Кÿршĕ хĕрарăмĕ хăйсен килĕ умĕнче Таланов выртнине курсан Лена патне чупса кĕчĕ. Усĕрскерне сĕтĕрсе кĕртсе диван çине вырттарчĕç.
– Кун пеккине нихăçан та курманччĕ, – терĕ амăшĕ. -Сăра кăна ĕçет вĕт-ха вăл. Мĕн пулчĕ-ши вара?
– Самрăксене ăçтан пĕлсе пĕтерĕн. Темле савăнăçа пула ĕçнĕ-ха, – тесе кÿршĕ хĕрарăмĕ тухса кайрĕ.
Хыпăнса ÿкнĕ амăшĕ ним тума аптранипе çăварĕ патне пĕшкĕнсе шăршласа пăхрĕ. Чăнах та эрех шăрши перет. Вăратас тесе силлесе пăхрĕ, ĕç тухмарĕ. Вара çывăрма выртрĕ.
Ирпе-ирех алăкран шаккарĕç.
– Кам унта? – ыйтрĕ амăшĕ.
– Милици! – илтĕнчĕ арçын сасси.
Алăк уçăлчĕ. Икĕ милиционерпа тепĕр çамрăк, леш Мор-сков çурчĕ патĕнче экскаваторщике укçа параканни кĕрсе тăчĕç. Капитанĕ тÿрех шалалла утрĕ. Таланов диван çинче выртнине курсан: «Сакă-и?» – терĕ. Леш çамрăк диван патнерех пырса пăхрĕ те пуçне сулчĕ. Шăв-шава пула Таланов вăранчĕ те тăрса ларчĕ, куçĕсене шăлса илчĕ.
– Мĕн пулнă вара кунта, – ыйтрĕ Таланов.
– Ахальтен килмен ĕнтĕ. Мĕн туса хутăн, ывăлăм? – терĕ амăшĕ макăрас пек сасăпа.
– Документсем пур-и сан? Паспортна кăтарт-ха, – хушрĕ капитан.
Таланов комод ещĕкне уçрĕ те паспортне илсе пачĕ. Лешĕ уçа-уçа пăхсан мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ:
– Офис çаратнă çĕре хутшăннă вăл.
– Мĕн эсир? – хăраса ÿкрĕ Таланов.- Адреспа йăнăшрăр пуль.
– Палларăм эпĕ ăна, ман офис патĕнче çÿренине темиçе хут та курнăччĕ, – терĕ усламçă.
– Пулма пултараймасть. Ман ывăлăм ун пек çын мар вăл, – хута кĕме тăрăшрĕ амăшĕ.
– Ухтару тусан веçех паллă пулĕ. Кÿршĕсене чĕнсе кил-ха, – хушрĕ капитан сержанта. – Тен, укçине хăв ирĕкпех тавăрса парăн.
– Нимле укçа та çуккă ман.
Сержант икĕ çынна чĕнсе килчĕ. Пĕри леш ĕнерхи хĕра-рăмах.
– Сирĕн умăрта халĕ ухтару тăватпăр, – терĕ капитан. -Тепĕр хут калатăп, хăв ирĕкпе парсан çăмăллăх пулĕ.
– Ман мĕнпур укçа та çакă çеç, – терĕ Таланов комодран илсе.
– Долларсем ăçта?
– Нимле доллар та çук.
Ухтарăва тумтиртен пуçларĕç. Капитан шăлавар кĕсйинчен çăраççисемпе долларсем туртса кăларчĕ.
– Ку мĕскер тата. Доллар мар-и? Кам укçи? Сак уçăсемпе уçрăн-и вара?
Таланов аптраса ÿкрĕ. Леш ĕнерхи чăрсăрсем чиксе янă ĕнтĕ. Нимле офисран та мар.
– Хамăнах вăл. Юлташран илнĕччĕ, – персе ячĕ Таланов хăранипе.
– Номерĕсене пăхасчĕ. Эпĕ вĕсене веçех çырса пыратăп, -сĕнчĕ усламçă хут татки кăларса.
Вара вĕсем çĕр тенкĕлĕх долларсене сĕтел çине сарса хучĕç те номерсене танлаштарса пăхма тытăнчĕç.
– Доллар та доллар теççĕ, мĕн тĕслине халь кăна куртăм. Симĕс иккен. Илемлех те мар, – терĕ кÿршĕ хĕрарăмĕ.
– Хакĕ илемĕнчен килмест вăл, – сасă пачĕ пĕрремĕш хут сержант.
– Ман укçасем… Акă пăхăр, пăхăр!
– Чăнах та, хут çинчи номерсемех, – тĕллесе кăтартрĕ тепĕр кÿрши.
– Анчах пурте çуккă кунта. Ыттисем ăçта-ши, – ыйтрĕ усламçă.
– Ĕçсе янă ĕнтĕ вăл. Ĕнер ним пĕлми ÿсĕрччĕ. Аран кĕртсе вырттартăмăр, – çине тăчĕ хĕрарăм.
– Вăйпах ĕçтерчĕç мана…
– Ну çитĕ, – чарчĕ капитан. – Ман ывăл, ман ывăл… Амăшĕсем яланах çапла вĕсем… Халĕ протокол çырар…
Таланова пĕрлех лартса кайрĕç. Амăшĕ вара йĕпеннĕ куçĕсене шăла-шăла пăхса юлчĕ. «Анне, айăплă мар эпĕ. Никама та çаратман», – тени кăна кăштах лăпкăлăх пачĕ. Ывăлĕ ун пек çын маррине чĕри туятех çав. Лешĕ вара каллех Чечекова аса илчĕ. Тен, ăна пĕлтернĕ пулсан… Анчах вăл халь хулара çук, командировкăра.
Милицие çитсен Таланова халь çеç тытса килнисен пÿлĕмне хупса лартрĕç. Иккĕшĕ маларах лекнĕ. Пĕри аллă çулалла çывхарнă типшĕм арçын, тепри вара çамрăк ача, тăххăрмĕш е вуннăмĕш класра вĕренмеллискер. Пăхсах паллă, шкула çÿрекенскер мар ĕнтĕ.
Таланов кун пеккине кĕтменччĕ. Мĕнлерех тыткаламалла-ха? Кĕнекесенче çырнине ĕненсен, кунта çемçешкесене килĕштерсех каймаççĕ. Тен, чăн-чăн преступник пек курăнни вырăнлăрах та. Атту кусенчен темĕн те кĕтме пулать. Халĕ те ав темскер пулса иртнĕ курăнать: çамрăкки питĕ хăравçă куçсемпе пăхать, тути хĕрринчен сăрхăнса тухакан юна шăла-шăла илет. Таланова кунта кĕртсе янăшăн кăштах хĕпĕртенĕ пек те туйăнать. «Кусем пĕр-пĕринпе хирĕçÿллĕ пулни япăх мар-ха», – шутласа илчĕ Таланов.
– Тепĕр хут калатăп, профессор господин, эпĕ никама та нимĕн те каламан, – терĕ чĕтрекен сассипе çам-рăкки.
– Чарăн! Хуп çăварна!
«Профессор» теççĕ ĕнтĕ кăна», – тавçăрса илчĕ «айăпа» кĕнĕ тĕпчевçĕ. Шиклĕх туйăмĕ кăштах чака пуçларĕ. Профессор тесе ахальтен чĕнес çук. Вăйпа илеес çук-ха, Таланов унтан çамрăкрах та, тĕреклĕрех те. Сапах та сыхлануллăрах тытма тăрăшмалла.
– Паллашар эппин, эсĕ кам пулатăн? – пуçларĕ калаçăва арçын.
– Хăвăр тата кам? – персе ячĕ Таланов.
– Ыйту çине ыйту… Сук, йĕркесем кунта ун пек мар. Ыйту параканĕ эпĕ. Ыйтнă пулсан – хуравла!
– Эсĕ Профессорччĕ пулас.
– Ăçтан пĕлетĕн вара?
– Пайтах илтнĕ, анчах курма тÿр килмен. Мана… Кувалда теççĕ – тухса кайрĕ пуçа ăнсăртран пырса кĕнĕ сăмах.
– Кувалда? Илтмен.
– Сĕннисенчен ĕнтĕ.
– Мĕне пула çаклантăн тата? И вообще, сан специализаци пур-и? Е çапăçса çÿрекенскер кăна?
– Офисри сейф пирки ĕнтĕ.
– Вăт, куратăн-и, – юнаса илчĕ çамрăккине, – çынсем ăçталла пăхаççĕ. Миçе хут каламан пуль сире пенсионерсене, аран çÿрекен карчăксене тĕкĕнмелле мар тесе. Вĕсен ахаль те пурнăçĕ хĕсĕк. Кусем вара пенси паракан вырăнсене пĕр-пĕрин хушшинче пайласа тухнă та лавккана е пасара каяканнисене йĕрлесе çÿреççĕ. Сылăхлă вăрăсем. Сăмăл мелпе ĕçлеççĕ. Аран уткаласа çÿрекен çын укçине кăларса илесси ĕнтĕ вăл… Нимле хавхалану та, киленÿ те çук. Саксене вĕрентес тесе пайтах вăй хунă, теори тĕлĕшĕнчен те, практи-кăра та. Вĕсем вара…
– Нивушлĕ ку япалан та теори никĕсĕ пур вара? – тĕлĕнчĕ Таланов.
– Пулмасăр. Практика енчен илсен çакă вăл чăн-чăн искусство. Пысăк ăсталăх кирлĕ. Пÿрне вĕçĕнчи нервсене лайăх ĕçлеттермелле.
– Теори пайĕ вара?
– О, кунта та пĕлмелли сахал мар. Пĕрремĕшĕ вăл, паллах, çынна психологи тĕлĕшĕнчен асăрхама пĕлни. Сав тери чалак çиçсе çÿрекен çамрăк хĕрарăмсемпе ĕçлеме çăмăлрах. Пирĕн партнерсем тесен те юрать. Хăй илемĕпе киленсе ытти арçынсем çине пăхкалакансем те çавсемех. Сыхлăхĕ çукпа пĕрех вĕсен. Иккĕмĕш, материаловедени тĕлĕшĕнчен. Кунта вара пире пулăшакансем – целлофан сумка туса сутакансем. Вĕсене кашни уйăхрах преми парса тăрсан та ытлашши пулас çук. Пир хутаçсене е сăран сумкăсене те касма пулать, паллах, ĕç хатĕрĕсем пахисем кирлĕ. Кусем вара ăсталăха ÿстерес вырăнне… – каллех ятласа илчĕ лешне Профессор. – Сейф уçма пултаракан упасен çылăхĕ пысăках пулас çук. Укçаллисене сăптăраççĕ. Саклансан вара çăлăнма çав тери хĕн. Милици те, суд та çавсене майлă ĕçлет.
Таланов хăвăрт чухласа илчĕ. Ун халĕ калаçăва урăх еннелле пăрса ямалла. Енчен те Профессор хăй пирки тĕплĕнрех ыйтма тытăнсан, нимех те калаяс çук.
– Профессор ятне ахальтен паман ĕнтĕ. Хăв тата мĕнле майпа кунта лекрĕн?
– Халлĕхе паллах мар-ха. Те çак шĕвĕрккесем темскер пĕлтернĕ-ха, те урăххи…
– Ман совесть сан умра таса, – терĕ çамрăкки.
Сав самантра алăк уçăлчĕ те Профессора чĕнсе кайрĕç. Кусем вара иккĕшех тăрса юлчĕç.
– Сана мĕнле чĕнеççĕ тата? – ыйтрĕ Таланов.
– Пăшатан.
– Мĕншĕн унтан çав тери хăратăн вара?
– Хытă тытать вăл пире. Хăй хушнă пек тумасан… Ун çумĕсем хăйĕнчен те усал. Савсене хушсан шăмăсене аванах шĕкĕлчеççĕ. Пирĕн халь çĕнĕ системăна куçнă вăхăт.
– Мĕскер эсир иксĕр те наука çыннисем пек калаçатăр?
– Профессор çапла калать те. Компьютер çине куçнă вăл. Унта укçаллăрах çынсен адресĕсене кĕртнĕ. Хăшĕ-пĕрисен ăçта ĕçлени те, шалу хăçан илни те паллă. Пирĕн вара кашниннех уйрăм çуртсем. Пасара е лавккана хăшĕ тата мĕнле кун çÿренине те пĕлетпĕр. Профессор вăл яланах: «Пирĕн ĕçре мораль пулмалла», – тет. Чухăнсене тĕкĕнсен алăран çапать. Маншăн пулсан кунтах лайăх. Тухсан хама мĕн кĕтнине пĕлместĕп. Май килсен, тархасшăн, калаçса пăх-ха унпала. Ман хута кĕр. Милицирен ытла çавăнтан хăратăп.
Пĕр çур сехетрен Профессора килсе ячĕç те Пăшатана илсе кайрĕç.
– Манпа калаçма çăмăл теççĕ пуль, – пуçларĕ Профес-сор. – Ытла йÿнĕ хаклаççĕ.
– Мĕн пирки чĕнчĕç вара?
– Пулăшу ыйтаççĕ. Сÿлтисем хытă хĕстернĕ пулмалла. Вĕри çатма çинчи пăрçасем пек. Пĕр питĕ пысăк шишкă хĕрне ювелир лавккинче пулнă хыççăн тасатнă. Япали питĕ хаклăскер тет. Савна тавăрса пама манăн пулăшмалла тет. Пулăшмасан ĕçсене тапрататпăр теççĕ. Шантаж тăваççĕ. Эпĕ те услови лартрăм, Пăшатана кăлармасан калаçмастăп терĕм. Сăлас пулать ăна. Хам ачасем вĕт.
Сак сăмахсем тĕлĕнтерсех ячĕç. Юн тухиччен тутаран çапнă çыннăн чĕринче те ырă туйăм валли вырăн пур иккен. Мĕнле общество вара ку? Пĕрне-пĕри сыхласси, çăласси йăлара иккен. «Ман хута кам кĕрĕ-ха? Мĕнлерех тыткаламалла-ха? Пĕрремĕш хут вĕт, – шухăша кайрĕ Таланов. – Тен, Про-фессор канаш парĕ». Сапла, сăмах хыççăн сăмах, пирĕн герой хăй мĕнле çулпа çакăнта çитнине веçех каласа пачĕ.
– Хула пурнăçне пачах та пĕлместĕн иккен эсĕ, – тытăнчĕ Профессор. – Хуçасем камсем тетĕн эсĕ?
– Кун пирки шутламан. Вăхăт та пулман. Вĕреннĕ эпĕ. Сав хушăрах укçа пултăр тесе темиçе çĕрте ĕçленĕ. Паллах, пысăк укçаллă çĕрте мар ĕнтĕ.
– Интеллигенци вăл Ленин калашле хум çинче унталла-кунталла чÿхенсе выртакан каяш кăна. Идеалпа киленсе пурăнаканскерсем эсир пурнăç тути-масине нихăçан та тĕрĕс чухлаймастăр. Калаçатăр, тавлашатăр, суйлавсем ирттеретĕр, депутатсенчен, министрсенчен мĕн те пулин лайăххи кĕтетĕр. Пĕлетĕн-и эсĕ, хулана ăна тахçанах пайласа пĕтернĕ. Хула хыснине кĕмелли укçан самай пысăк пайĕ уйрăм çынсен аллине лекет. Хула вăл тăванлăхпа çыхăннă пилĕк-ултă çемье аллинче. Ывăлĕсем, кĕрÿшĕсем урлă ярса илнĕ. Пĕрисем лавкка хыççăн лавкка лартаççĕ, пасарсене пăхăнтарнă, теприсем çăмăл машинăсене вăхăтлăха лартмалли вырăнсене хăйсен аллине илнĕ, бензоколонкăсем те çавах. Вĕсемшĕн нимле милици те çуккă, сурса кăна иртсе каяççĕ. Йĕрке халĕ пачах тепĕр майлă çавăрăнса ÿкрĕ. Милици те, суд та çав ачасен аллине ларассишĕн ăмăртать. Паллах, ашшĕсем пысăк началь-никсем пулнăран. Влаçра ларакансем паянхи пек пуян нихăçан та пулман. Укçа хăех юхса пырать, кĕсьене кăна анлăрах уçса хур. Парас текеннисем те черетпех тăраççĕ. Илме кăна ан ÿркен. Вăтанасси пирки халĕ калаçма та кирлĕ мар. Тултар кăна. Пĕчĕкреххисене вĕтĕрех çăмах, аслисене шултри ĕнтĕ. Вăт çапла, шăллăм.
– Сана итлесен… Пур çĕрте те укçа хуçаланать. Тĕрĕслĕхе те çавă хупăрласа тăрать.
– Тĕрĕслĕх пирки ан шарла-ха эсĕ. Пуçлăхсем халь никам умĕнче те явап тытмаççĕ, мĕн тăвас тенĕ çавна тăваççĕ. Халăх укçи пирки те яваплăх çуккă. Ĕçлекенсем валли укçа çуккă тенине нихăçан та ан ĕнен.
– Сан логикăна ăнкартсан леш пуçтахсем вĕсем пысăк начальниксен ачисем пулса тухаççĕ.
– Ай маттур, тавçăруллăскер иккен эсĕ. Енчен те укçаран йывăр самант сиксе тухсассăн, ман пата пыр. Аслă пĕлÿ илнисем пирĕн ĕçре те кирлĕ. Сана халь икĕ сĕнÿ паратăп: адвокатсăр калаçăва ан пуçла, унччен каланă сăмахна ан йышăн.
– Адвокатне ăçтан тупăн-ха?
– Сине тăрса ыйтсан хăйсемех чĕнеççĕ. Йĕрки çапла… Акă Таланова та чĕнсе илчĕç. Самрăк хĕрарăм ларать, пăхма
илемлĕскерех. Калаçасса та çемçе сасăпа кăна калаçать. Нимле хаярлăх та çук. Пачах та кинори пек мар. Унта следователь патне кĕрсен калаçу ăнăçлăрах пултăр тесе ĕнтĕ туртмалли те сĕнеççĕ, шыв та сыптараççĕ. Кунта вара…
– Студент-дипломник эппин, – терĕ следователь ахаль-тен кăна калаçнă пек. – Дипломне хăçан илмелле вара?
– Обходной листа тăратнă пулсан тепĕр виçĕ кунтан. Халĕ ĕнтĕ… Хамах айăплă. Сав машинăна лармалла пулман ман.
– Мĕн пирки эсĕ? Йĕркипе каласа пар-ха.
Таланов адвокат çинчен манса кайсах мĕнле сăлтава пула çакăнта лекнине пĕлтерчĕ. Нимĕн те сиктерсе хăвармарĕ.
– Эсĕ ку дедективлă сюжета пĕр-пĕр писатель валли хăвар-ха. Халĕ вара ĕç пирки. Нимле офиса та кĕмен тесшĕн ĕнтĕ эсĕ.
– Кĕмен. Тăна çухатиччен хампа мĕн пулса иртнине веçех астăватăп. Киле мĕнле çитнине калама пултараймастăп.
Следователь пĕр папкăран хут листи илчĕ те Таланов умне хурса пачĕ. Обходной лист иккен.
– Ку мĕнле сирĕн алла лекнĕ вара?
– Саратнă офис алăкĕ патĕнче тупнă ăна. Уçă кăларнă чухне тухса ÿкнĕ пулас. Урапа та таптанă. Сан пушмак йĕрри те пур.
– Веçех çавсем тунă ăна.
– Камсем-ха вĕсем? Ячĕсене те, машина номерне те калаймастăн.
– Пĕрне-пĕри ятран чĕнмерĕç вĕсем. Машинине шалтан палласа илнĕ пулăттăм, анчах мĕнле тупăн-ха. Фирма ятне те пĕрремĕш хут илтетĕп – «Ватиг». Вырăнне те пĕлместĕп.
– Пĕр сăмахпа каласан, самай йывăр лару-тăрăва лекнĕ эсĕ, Таланов юлташ. Мирлĕ майпа татăлмалли çулсем тупсан аванрах та пуль тетĕп. «Ватиг» фирмăна кайса пăхар эппин.
Вара вĕсем çăмăл машинăпа Атăл хĕрринчи çĕнĕ çуртсем патнелле кайрĕç. Ун пек фирма, чăнах та, пур иккен, тăхăр хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче. Килкартинчен кĕмелле.
– Эпĕ кунта нихăçан та пулман, – терĕ Таланов.
Леш усламçă вырăнтах. Алăк патĕнче пĕр тĕреклĕ çамрăк ларать. Хуралçи ĕнтĕ. Кантăкĕсем пурте решеткеллĕ. Пуçлăх пÿлĕмне кĕрсен следователь обходной листа тавăрса пачĕ.
– Ĕç мĕнле вĕçленесси паллах мар-ха. Анчах дипломне илсе юлмаллах ĕнтĕ. Малашне сан хуларан кайма юрамасть. Килтех пулма тăрăш. Эпĕ халь иксĕре пĕрле хăваратăп. Кирлĕ чухне чĕнсе илĕп, – терĕ те капăр тумлă хĕрарăм тухса кайрĕ. Анчах хăй çук пулсан та Францире кăларнă духи шăрши çаплипех аса илтерсе тăрать-ха.
– Ну, Таланов юлташ, лару-тăрăва кăштах ăнланса ил-тĕн-и? – пуçларĕ вырăсла çамрăк усламçă.
– Пурпĕрех ĕç тухмасть сирĕн. Эпĕ айăплине ниепле те доказать тăваймастăр.
– Кĕсьери долларсем вара?
– Мана киле мĕнле пырса пăрахнине çынсем курнă. Сви-детельсем ман çителĕклех. Машина номерне те çырса юлнă,¬каласа хучĕ Таланов чылай хăюллăн. – Енчен те тепре алăпа тĕкĕнсен…
– Вара мĕнех тăвăн-ха?
– Вара-и? Чăваш каччисем çĕкленĕç те… Мана пач пĕччен тесе шутлатăр пуль ĕнтĕ. Йăнăшатăр. Енчен те çак суя ĕçе чармасан, хăвна суда паратăп.
Таланов хăй çапла калаçнинчен хăй тĕлĕнсе илчĕ. Ăçтан çуралчĕç-ха çак хăюллă сăмахсем? Кун пек никампа та калаçманччĕ. Нивушлĕ Профессорпа тĕл пулни хастарлăх парать.
– Ахалех хăпартланса калаçатăн. Хула тилхепи чăвашсен аллине лекиччен пайтах вăхăт иртĕ-ха. Санăн паян пурăнас пулать. Атя калаçса татăлар: эсĕ хула администрацине тăратнă заявление мана паратăн, эпĕ хам милицие тăратнине -сана. Унпа пĕрлех тата долларсем. Шутла. Сакăнпа килĕшмесен çулу пач татăлас хăрушлăх та пур. Халĕ чармастăп сана, кайма пултаратăн. Енчен те сана курас кăмăлăм çуралсан, лартса килĕç. Ун чух вара калаçу пачах урăх çĕрте пулĕ.
Офисран тухсан Таланов ĕç кунĕ вĕçлениччен обходной лист çине пĕр-ик çĕрте те пулин алă пустарасчĕ тесе института васкарĕ. Чечеков ĕçлекен кафедрăна кĕрсе пăхрĕ. Коман-дировкăран килмен терĕç. Варук аппа патне ыран та кайса пăхăп-ха тесе киле васкарĕ. Амăшне лăплантармалла вĕт-ха. Пĕчĕк чух пĕчĕк хуйхă, ÿссен вара пысăкки.
Канăçсăр каç. Сывăрма выртсан пуçра шухăш хĕвĕшме пăрахмарĕ. Саккунĕ пур-ха, анчах ăна пурнăçа кĕртме çăмăл мар. Тĕрĕслĕх хуçаланаймасть. Ĕç кун пек ытла вăраха кайма пултарать. Тен, суда памалла мар-ши? Мĕншĕн хула пуçлăхĕ умĕнче çав тери турхасласа çÿремелле вара. Чечеков килтĕр-ха. Савăнпа калаçса пăхасчĕ.
Варук аппа патне пырса çÿрекен никамах та çуккине пĕрле выртакансем чухлаççĕ ĕнтĕ. Тен, çавăнпах Таланова вĕсем те хапăл тусах кĕтсе илеççĕ, ун умĕнче Варук аппана хавха-лантаракан сăмахсем калаççĕ. Ырă сăмах вăл тепĕр чухне эмелрен те пахарах. «Маттур вăл. Кун пек вăй илсе пырсан тепрер кунтан ак ташласа та кăтартĕ», – теççĕ. Паян кăна вырнаçнă чиперкке кăна мĕн пулса иртнине тимлĕн пăхса выртать, сăмах чĕнмест. Ялтан килнĕ ватăсемпе тунсăх ĕнтĕ ăна. Мĕн тăвăн, сывлăха тÿрлетес тесен чăтмалла…
Вăхăт шăвать. Сывăрма выртас умĕн яланхи пекех сестра кĕре-кĕре тухрĕ, эмел пачĕ. Варук аппа вара хăй ыйтсах çывăрттарса яракан укол тутарчĕ. Тавралăх шăпланчĕ. Харлат-тарса çывăракансем кăна пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Паллă ĕнтĕ, хăйсем çакна пачах та сисмеççĕ. Сывăрманнисемшĕн вара?..
Сурçĕр тĕлнелле леш чиперкке тăчĕ те йăпшăнса утса алăка кăшт кăна уçса коридоралла пăхрĕ. Сестра та канма выртнă иккен. Вара вăл пĕчĕк сумкине илчĕ те туалета кайрĕ. Кĕрсенех алăкне çаклатрĕ те темле ампулăна уçса шĕвекне шприца сăрăхтарчĕ. Пушă ампулине форточкăран печĕ. Шприца сум-кине чикрĕ те палатăна таврăнчĕ. Кăштах выртсан тарăн ыйха путнă Варук аппана çара пĕççинчен укол турĕ. Лешĕ кăштах йăшăлтатса илчĕ те лăпланчĕ. Ку вара каллех туалета кайрĕ те шприцне форточкăран вăркăнтарчĕ…
Ирхине сестра градусниксем йăтса кĕчĕ, Варук аппана та парас терĕ, анчах лешĕ нимĕн те шарламарĕ. Сестра аллине тытса пăхрĕ. Сивĕнме пуçланă иккен. Пурте Варук аппа патне пырса тăчĕç. Леш çамрăкки те вĕсемпех. Кĕçех илсе тухса кайрĕç. Морга ĕнтĕ. Сапла вĕçленчĕ Варук аппан нушаллă пурнăçĕ. Телей мĕнлине тутанса кураймарĕ тесен те юрать.
Варук аппа пирки Таланова пĕлтерчĕç. Лешĕ вара яла телеграмма ячĕ. Тăванĕсем часах çитрĕç, яла пытаратпăр терĕç. Пит çывăх тăвансемех те мар вĕт-ха: ашшĕн аппăшĕн ачин ачисем. Апла пулин те вилĕ пытарнă чухне пурте кар! тăчĕç. Чăвашăн ырă йăли ĕнтĕ. Таланов та вĕсемпе пĕрлех пулчĕ. Асăну апачĕ вăхăтĕнче ял-йыша Морсковсем çинчен питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Нимĕн те пĕлмеççĕ иккен вĕсем. Варук аппа та шарламан.
Тепĕр темиçе кунтан Таланов çыру илчĕ. Хула админи-страцинчен леш хутсене чиксе янă, сăлтавне те пĕлтернĕ: заявлени çыраканĕ вилнине пула тавăрса паратпăр тенĕ. Сак кăткăс ыйтăва Варук аппа вилĕмĕ татса пачĕ иккен. Ашшĕ килне кĕрсе кураймарĕ. Анчах çак ĕçре темле иккĕленÿ пур пек. Нивушлĕ Варук аппа сывлăхне асăрхаса тăракансем Талановсăр пуçне татах пулнă? Мĕншĕн-ха Варук аппа çав тери сасартăк вилсе выртрĕ?
Таланов чăтса тăраймарĕ, каллех Морсковсен çурчĕ патне кайрĕ. Кĕске вăхăтрах юсаса пĕтернĕ иккен, илемлĕн курăнса ларать. Кунта халь пуян усламçăсен кану вырăнĕ: бильярд, рулетка, массаж, мунча, ĕçмелли-çимелли, выртса канмалли пÿлĕмсем… Паллах, пурне те кĕртмеççĕ, чи çывăххисене кăна. Хытă сыхлаççĕ. Суртне тытса тăраканĕ «Ватиг» фирма шутланать иккен. Урăхла каласассăн хула пуçлăхĕ пулăшнипе суту-илÿ ĕçне хăйсен аллине илнĕскерсем.
Нивушлĕ демократи юхăмĕ çаксен ырлăхĕшĕн кăна пулчĕ? Таланов каллех Профессор сăмахне аса илчĕ…
* * *

Пĕлÿ пек вăйлă япала çук та пулĕ: чун хăватне çĕклет, хăюлăх çуратать, ирĕклĕх патне çывхартать. Тепĕр чух вара пĕлменни лайăхрах та пек. Ун пек çын хăйне канлĕрех те туять. Нумай пĕлекенĕн пуçне шухăш ыраттарать. Талановпа та çапла пулса тухрĕ. Ăна халĕ хулари лару-тăру канăç памасть. Тен, çавăнпах наци конгресне çывăхрах пулма тăрăшрĕ, вăл ирт-терекен митингсемпе пикетсене те хутшăнчĕ. Ăслă та хăюллă чăвашсем Шупашкарта чылай иккен. Тăрăшаççĕ вĕсем, тăван халăха пулăшас ĕçе анлăрах сарасшăн вăй хураççĕ. Тĕп тĕллевне те пытармаççĕ: чăвашсен Шупашкара çĕнсе илмелле. Халлĕхе вăл тĕп халăх аллинче мар-ха.
Сак шухăш Таланова та самаях кăсăклантарать. Чăнах та, мĕншĕн çапла пулса пырать-ха: хулара ытларах чăвашсем пурăнаççĕ, анчах та ун пуçлăхĕ те, çумĕсем те пурте тенĕ пекех урăх халăх çыннисем. Чăвашсем çукпа пĕрех. Йĕркеллĕ япала мар ĕнтĕ çакă. Чăн-чăн чăваш чĕрине хытах ыраттарать.
Акă паян та радиопа ĕнерхи пекех хула пуçлăхне ырлаççĕ, вăл тунă кашни утăм пирки мухтаса калаçаççĕ. Анчах ун ырлăхĕ Шанхая çитеймест. Кунта пурăнакан пиншер çын пирки никам та нимĕн те шутламасть. Сыннисем те шанăçа çухатнă, нимех те шарламаççĕ. «Макăрман ачана чĕчĕ памаççĕ», -тенине те маннă.
Тĕлĕнмелле çын иккен вăл чăваш: пĕрре пăхсассăн вăйлă пек те курăнать, пăхăнманлăх та пур пек. Чиновниксене пуç çапса çÿриччен тытать те хăй аллипе пÿрт лартать. «Эсир хваттер паманнишĕнех Шупашкартан тухса каймăп-ха», -тесшĕн ĕнтĕ. Сав хушăрах айванлăхĕ те пур. Телей сăрчĕ çинелле пĕчченех тапалашать. Пĕрне-пĕри кар! тăрса хÿтĕлесси сахалрах. Нимери туслăх наци шайне çĕкленеймест. «Йышлăн вĕт-ха эпир, анчах хамăр сасса пуçлăхсене илттерейместпĕр, – пăшăрханса утрĕ Таланов хăйсен пылчăклă та çÿп-çаплă урамĕпе. – Мĕнле кăмăлпа пурăнаççĕ-ши çакăнти çынсем?»
Сакна пĕлес тесе вăл чылай çынпа тĕл пулса калаçрĕ, кĕркелесе те тухрĕ. Пурте тенĕ пекех вăхăтлăха тесе кăна килсе кĕнĕ иккен. Халĕ те çав туйăмпах пурăнаççĕ. Вуншар, вун-пилĕкшер çул кĕтеççĕ пулсассăн та вĕсен ăшĕнче вăхăтлăх туйăмĕ хуçаланма пăрахман-ха. Чи илемлĕ те çамрăк çулсене çакăнта пурăнса ирттерсен те хăйсен прависене хÿтĕлес тĕллевпе пуçтарăнса калаçман. Ĕçлекен çынсемех вĕт-ха, çурт тăваççĕ, асфальт сараççĕ, пир тĕртеççĕ… «Пуху ирттермелле, пуху, -татăклăн каласа хучĕ ăшра Таланов. – Анчах пухăнĕç-ши?
Тен, пуху хыççăн концерт пулать тесе пĕлтермелле мар-ши?» Сапла турĕ те. Наци конгресĕ пулăшнипе юрăçсене те илсе пычĕ. Таланов сĕннипе кашни урамран пĕрер çын суйласа поселок хуралĕ туса хучĕç. Старостине Таланова суйларĕç.
– Хуралĕ пулчĕ-ха, пÿрчĕ тата ăçта? – ыйтрĕ пĕри.
– Хурал пÿрчĕ кирлех ĕнтĕ. Тен, çавăнта, çунса кайнă кил вырăнне лартма май пулмĕ-ши? – сас пачĕ тепри. -Кашни икшер хăма илсе килсен те пĕр пÿртлĕх пухăнатех.
Сак шухăшпа пурте килĕшрĕç.
Концерчĕ пирки вара каламалли те çук. Питĕ хавасланса йышăнчĕç. Аллисене шеллемерĕç, тăвăллăн çупрĕç. Ертсе пыраканĕ те тавçăруллăскер пулчĕ, юрăсем вĕçленсен маларах тухса тăчĕ те вăрăмах мар прозăлла сăвă каласа пачĕ:
Шупашкарăм, ватă Шупашкарăм, сан çине пăхса шухăша эп кайрăм. Пĕр сăртран пăхатăп, саншăн савăнатăп, тепринчен пăхатăп – кăштах кулянатăп. Яту инçе кайрĕ, чапу та сан пур, урамусем капăр, çыннусем маттур.
Савăнтах сăнатăп тунсăх çынсене, вĕт хăмаран тунă пĕчĕк çуртсене. Сакăнта пурăнаççĕ ĕçчен чăвашсем: пир тĕртекенсем, çурт çĕклекенсем, хулана шăлса, йывăçсем лартса сăн паракансем. Сакăнта ÿсеççĕ, уроксем тăваççĕ пĕчĕк чăвашсем. Сав килсенче пултăм шкул ĕçĕпеле, калаçма пикентĕм чĕрем хушнипе. Калаçу пулмарĕ, сăмах тупăнмарĕ, пуçăма çеç хыттăн шухăш чăмăртарĕ.
– Пирĕн çинчен вĕт-ха ку. Кам çапла çырнă вара. Авторĕ кам? – ыйтрĕ пĕри.
– Сакна çыраканĕ сирĕн хушăрах вăл, Тимĕр Таланов, -терĕ концерта йĕркелесе пыраканĕ.
Тепĕр хут алă çупрĕç. Таланов мала тухса тăчĕ те пурне те тав турĕ, унтан:
– Шупашкар вăл пĕтĕм чăвашсен тĕп хули. Эпир ăна юрататпăр, японецсем Токиона, французсем Парижа юрат-нинчен нимĕн чухлĕ те кая мар. Анчах та хамăр хулари йĕркесемпе килĕшме пултараймастпăр, – терĕ пухура каланă шухăшсене тепĕр хут çирĕплетсе. Унтан вăл артистсене тав турĕ, татах килсе çÿреме ыйтрĕ.
– Хурал пÿрчĕ лартсассăн, тен, хĕлле те килĕпĕр, – терĕ асли.
Чăнах та тепĕр куннех çынсем хурал пÿрчĕ валли хатĕрленÿ ĕçне пуçăнчĕç. Суррине яхăн кăмрăкланнă кивĕ çурта пăсса лайăх хăмисене суйласа илчĕç, йĕри-тавралăха шăлса тасатрĕç. Ĕç вĕресе тăнă вăхăтра çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. Виççĕн тухрĕç. Шанхай «авторитечĕпе» юлташĕсем иккен.
– Мĕн тăватăр вара эсир кунта? Кам ирĕк панă? – пуçларĕ пĕри.
– Хурал пÿрчĕ лартатпăр, – илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
– Мĕнле хурал пÿрчĕ тата? Халех чарăннă пулăр! Атту!?..
– Мĕн, ку вырăна сутма ĕлкĕреймерĕр-им тата, – терĕ тарăхарах вăтам çулалла çитнĕ хĕрарăм. – Текех кун пек ыйтусене Шанхай хуралĕ татса парĕ. Сирĕн вара килсе çÿремесессĕн те юрать. Хăвăр хăтлă хваттер илнĕ хыççăн тата мĕн шăршласа çÿретĕр?
– Укçа шăрши кунталла туртать ĕнтĕ вĕсене, – кулса илчĕ тепри.
Вара лешсем пĕр-пĕринпе шăппăн калаçса илчĕç те каялла вĕçтерчĕç.
Хурал пÿрчĕ пулчех. Самай пысăкскерех. «Халăх сурать -кÿлĕ тăвать», – тенĕ пек ĕнтĕ. Кашниех мĕн те пулин йăтса пычĕ. Юлашкинчен тата тутасене сĕрсе яракан спонсор та тупăнчĕ. Тепĕр кунне вара Таланов район администрацине çитсе хурал пÿртне телефон лартса пама хут тăратрĕ, поселока шыв кĕртесси пирки калаçса пăхрĕ. Шывĕ пирки нимех те шарламарĕç, телефонне лартса паратпăр терĕç. Чăнах та, хулапа нимĕнле çыхăну та çук. Васкавлă пулăшу чĕнме те май çук, пушар тухсассăн та… Таланов ĕнентерсе калаçни те пулăшрĕ курăнать. «Хурал пÿртĕнче яланах çын пулать, каçпала хурал тăрассине йĕркелетпĕр», – терĕ вăл.
Сапла пĕрре каçхи поселока сыхлама черетлĕ хурала тухсассăн Таланов Ира ятлă хĕрачапа паллашрĕ. Хăй ĕçлекен ПТУрах вĕренет иккен. Секретарь-машинистка пулма хатĕрленет. Чылайччен калаçса çÿрерĕç вĕсем.
– Шупашкарти пурнăç мана хама та самай шухăша ярать, – терĕ Ира. – Пĕр хуларах икĕ хула куратăп. Савсенчен пĕринче пирĕн пеккисем пурăнаççĕ. Тепри камсем валлине пĕлместĕп. Кĕрсе курман. Пуянсем валли пуль…
– Паллах. Пуçлăхсем те вĕсен шутĕнчех ĕнтĕ. Шалу укçипе çеç пурăнакан чиновник текех пур-ши?. Влаç вăл самай тутлă вырăн иккен. Ахальтен уншăн çапăçмаççĕ пуль. Суйлав вăхăтне аса ил-ха.
– Ман тепĕр чухне хамăр пурăнакан хăма пÿрте хула пуçлăхĕн кантăкĕ умне кайса лартас килет, – терĕ Ира. -Темшĕн асамлă вăйăм çук-çке. Куç пăвма пĕлсен ыранах çапла тăваттăм.
– Тен, çак ырă шухăша пурнăçлăпăр та.
– Мĕнле майпа-ха? – тĕлĕнчĕ Ира.
– Лайăхрах шутласан майне тупма пулатех ĕнтĕ… Калăпăр, хула кунне уявланă вăхăтра. Юрлакан-ташлакансем урампа утса тухнă чухне вĕсем хыççăн йăтса пымалла та…
– Ун пек тусассăн милици тытса чармĕ-ши?
– Енчен те çав пÿрте чечексемпе, йывăç турачĕсемпе хупăрласан… Юмахри пек илеме курсассăн милици те тим-лĕхне çухатĕ.
Сапла турĕç те. Паллах, хулара уяв кĕрленĕ кун.
Акă урамра капăр тумланнă çынсем хушшинче чечек ăшне путнă пысăк япала курăнса кайрĕ. Ăна вăрăм шалчасенчен тытса вуниккĕн йăтса пыраççĕ. Вĕсем хушшинче Таланов та пур. Хула администраци тĕлне çитсессĕн асфальт çине лартрĕç те чечексемпе йывăç турачĕсене илсе печĕç. Куç умне вĕт хăмаран тунă пĕчĕк пÿрт тухса тăчĕ. Пĕр енне: «Хула пуçлăхне Шанхайри чăвашсенчен!» – тесе çырнă. Леш арçынсем вăрăм шалчисене пăрахрĕç те пăрăнса утрĕç, ытти çынсем хушши-нелле кĕрсе çухалчĕç.
Малтанах çакăнта мĕн пулса иртнине никамах та тавçăрса илеймерĕ. Ăçтан пĕлĕн-ха? Тен, çакă вăл уяв сценарипе палăртнă япалах.
Акă администраци çуртĕнчен пĕр чиновник тухрĕ те леш пÿрт патнелле васкарĕ. «Ку мĕне пĕлтерет тата? Мĕнле хулиганла ĕç?! – Кăшкăрса ячĕ хула пуçлăхĕн çумĕ. – Милици ăçта тата?» Кĕçех пÿрт тавра çынсем пухăнса тăчĕç, фото-графсем те тупăнчĕç, ÿкере-ÿкере илчĕç. Леш арçын фотограф-сене чарасшăн пулчĕ, анчах ĕç тухмарĕ. Сак пăтăрмаха мили-ционерсем те асăрхарĕç, иккĕн пырса тăчĕç. Пĕри раципе шăнкăравларĕ, аслăраххисене пĕлтерчĕ ĕнтĕ.
– Мĕн çăвара карса тăнă вара эсир кунта! – пуçларĕ ятлаçма леш арçын. – Мĕншĕн тытса чармарăр? Сав çынсене халех шыраса тупнă пулăр!
Паллă ĕнтĕ ун пек чухне яланах кĕçĕнреххи айăплăрах. Халĕ те ав кунта тăракан сержанта раци тытнă капитан аллипе сулкалашсах ятлама пуçларĕ.
– Ăçтан пĕлес-ха ман. Тен, çак пÿрте уяв ирттерекенсем хушнипех тунă? – парăнма шутламарĕ сержанчĕ.
– Сакна хула пуçлăхĕнчен кулас шухăшпа туни пĕрре пăхсах паллă ĕнтĕ. Соображать надо! – кăшкăрчĕ капитанĕ.
Шăп çав самантра хула пуçлăхĕ хăй персе çитрĕ. Мĕн çырнине пĕлес тесе маларах çитнисенчен ыйтрĕ, анчах кăлăхах пулчĕ. Чăвашла пĕлмеççĕ. Юрать-ха капитан пулăшрĕ. Мэр тарăхса кайрĕ, сăнĕ улшăнчĕ, кăркка пĕсехи хĕрелсе пынă пек пит çинелле юн капланса çитрĕ. Ниçта кайса кĕреймест, темле хушусем тăвать.
«Сакăн пек пÿртре мэр хăй пурăнса пăхтăрччĕ!» – илтĕнчĕ хĕрарăм сасси. Сапах та мэр çухалсах каймарĕ, çак самантра ăçта пулмаллине асрах тытрĕ, сехечĕ çине пăхса илчĕ те çăмăл машинăпа театр патнелле вĕçтерчĕ. Ун халĕ хула çыннисене уяв пуçланни çинчен пĕлтермелле, хăй команди мĕнле тăрăш-са ĕçлени çинчен каласа памалла.
Ăна ĕненсен кăçал хулара хваттерсем пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах лартнă иккен. Пин çын шутне илсен эпир ку енĕпе мускавсенчен те маларах пыратпăр имĕш. Хваттерĕсем кам валли пулнине шарламарĕ.
Леш пÿрт патĕнче вара митингри евĕрлĕ калаçу пуçланчĕ. «Сакă вăл намăс çурчĕ!» – кăшкăрчĕ пĕри. Милиционерсем те йышланчĕç. Полковник те пур. Леш арçын тарăхса кайнипе пÿрт йĕри-тавра выртакан йывăç тураттисемпе чечексене урипе тапа-тапа илчĕ. Шăп çав самантра алăк патĕнче: «Осторожно: мина!» – тесе çырнă картон татăкки курăнса кайрĕ. Арçын хăраса ÿкрĕ, полковнике чĕнсе илчĕ. Лешĕ мĕн çырнине курсанах алла мегафон тытрĕ те команда пачĕ: «Халех саланмалла! Пĕр çын та юлмалла мар!» Мили-ционерсем çине тăрсах хăвалама тытăнчĕç. Урама та пÿлсе лартнă иккен. Уява каякансене тепĕр урам еннелле пăрса яраççĕ. «Намăс çурчĕ» патĕнче никам та юлмарĕ, мили-ционерсем хăйсем те айккинерех кайса тăчĕç. Акă пĕр симĕс машина пырса çитрĕ. Минĕра лартса килнĕ иккен. Лешĕ хăйĕн приборне майлаштарса тытрĕ те ĕçе пуçăнчĕ. Малтан пÿрт тавра тăнласа çавăрăнчĕ. Унтан кантăк патне пычĕ, пуçне чиксе пăхрĕ. Нимех те курмарĕ пулмалла, приборне шала тытса аллисем çитнĕ таран тĕрĕслесе пăхрĕ. Каллех алăк патне пырса тĕрĕслерĕ те хуллен уçрĕ. Леш картона илсе печĕ те шала кĕрсе кайрĕ. Кăшт вăхăт иртсен тухрĕ. Аллинче темле хут листи. Нимле мина та çук иккен. Арçын леш хута инçерех тăракан полковнике пырса пачĕ. Мина шыранă вăхăтра пожарниксем те çитсе тăнă иккен. Минĕра илсе пынă капитан полковнике алă пустарчĕ те симĕс машинипе каялла вĕçтерчĕ.
Темиçе офицер «намăс çуртне» силлесе пăхрĕç. Лешĕ хăнк та тумарĕ. Вара вĕсем ăна пушар машинипе сĕтĕрсе кайма шутларĕç. Командирĕ мĕн тумаллине хушсан пожарниксем трос туртса кăларчĕç те пĕр вĕçне алăк янаххи патĕнчи урата вырăнне хунă пĕренерен ярса илсе çыхрĕç, тепĕр вĕçне машинăран çаклатрĕç. Хула пуçлăхĕ те çитсе тăнă иккен. Пĕччен мар, шалти ĕçсен министрĕпе. Уява уçнă-уçманах кунта вĕçтерсе килнĕ.
Акă, хĕрлĕ тĕслĕ вăйлă машина хускалчĕ, трос карăнса илчĕ, анчах «намăс çурчĕ» вырăнтан хускалмарĕ. Машина тата хытăрах туртрĕ. Пĕр пĕрени тăпăлса тухрĕ. Ытти веçех вырăнтах ларса юлчĕ. Каллех пухăнса калаçса илчĕç те пÿрте çĕмĕрме команда пачĕç. Пожарниксен мĕн кирли пурте пĕрлех иккен. Лумпа хирсе, пуртăпа касса стенисене тÿнтерсе ячĕç. Анчах никĕс пĕренисем мăнтăрскерсемех мар пулсассăн та темшĕн хускалмаççĕ. Темиçе лумпа пĕр харăс хирсе хăпартсассăн тин паллă пулчĕ. Пĕрене витĕр çапса кăларнă тĕреклĕ пăтасем кăнтарса тăраççĕ, тимĕрçре тунăскерсем. Пÿрте хĕвелпе хĕрсе çемĕçнĕ асфальт çине лартсанах шĕвĕрскерсем чылай тарăн кĕрсе кайнă. Савăнпа çирĕп ларнă та ĕнтĕ мэра парса хăварнă парне. Тавçăруллă ăстасем тунă ĕнтĕ. Хула пуçлăхĕ вара каллех кăшкăрашать, васкатать. Полковник капитан парса хăварнă хута министра тыттарчĕ. Лешĕ вуласа пăхрĕ те хула пуçлăхне пачĕ.
Театр умĕнчи лапамра юрă-ташă кĕрлет, сăра-эрех юхать. Кусемшĕн вара пăсăк уяв пулчĕ курăнать. Кун пек ЧП Шупашкарта пулманччĕ-ха. «Кам пуçарнипе-ши?» – канăç памарĕ мэра çеç мар, ытти чиновниксене те.
Тепĕр кунне ирех леш ĕнер хăварнă петицие копи туса премьер-министр патне леçсе пама хушрĕç. Каярах мэрне хăйне те чĕнсе илчĕç.
Премьер пĕччен мар. Ун патĕнче президент администра-цинче ĕçлекенскер ларать. Республика пуçлăхĕ Мускава е ют çĕршыва тухса кайсан патшалăх тилхепи пĕтĕмпех çаксен аллине куçать. Ах васкаççĕ вара: тÿрех çывăх туссене пулă-шассине аса илеççĕ, хăйсен аллине ларман пуçлăхсене улăш-тарма та ĕлкĕреççĕ, мĕнле те пулин кăлтăк тупса чăвашсене катертме тăрăшаççĕ, хăйсен çыннисене çул уçса параççĕ. Чи хастарри вара çак ĕçре шăпах хула пуçлăхĕ хăй. Анчах ăна чарма хăякан хулара çуккă-ха. Чее вĕсем, ĕçне президент хушнипе тунă пек кăтартма та вĕренсе çитнĕ. Сив сăмахĕ, ылханĕ вара республика пуçлăхĕ çине ÿкет.
– Ну, ĕнерхи пирки мĕн калăн-ха? – тÿрех ыйтрĕ премьер.
– Хулиганла ĕç ĕнтĕ. Сав çынсене тупса явап тытта-ратпăрах.
– Питĕ меллĕ саманта алăран вĕçертнĕ эсир, тăмсайсем.
– Мĕн пирки вара?

– Минĕра чĕнсе иличчен çав пÿрте пушă граната та пулин пырса пăрахмаллаччĕ. Вара лешсене вĕрентсе илме те лайăх сăлтав тупăнатчĕ.
– Хальхи ăспа пулсан… Уяв уçнă çĕре васкамалла марччĕ ман.
– Уяв вăл сансăр та пуçланатчĕ-ха, – хутшăнчĕ калаçăва виççĕмĕш арçын. – Халĕ вара вăхăта ÿпкелешсе ларса ирттерер мар. Президент килсен мĕн калĕ-ши? Шалти ĕçсен министрĕ пĕлтернех ĕнтĕ ăна.
– Министрпа ĕнерех калаçса илнĕччĕ-ха. Тăхтама хушрăм,-терĕ правительство пуçлăхĕ леш ĕнер мэра парса хăварнă петицие тепĕр хут пăхса илнĕ май. – Кала-ха эсĕ, çав ĕнер хăвна парнеленĕ пÿрт пеккисем хулара пурĕ миçе?
– Шута илмен çав. Алă çитмерĕ. Куртăр ĕнтĕ, кивĕ хулана илемлетме тиврĕ, фонтансем, чиркÿсем лартмалла пулчĕ.
– Вăл аван-ха. Анчах кусем нумай та ыйтмаççĕ вĕт-ха: çулне якатса памалла, пĕр-ик çĕрте шыв колонки тата телефон вырнаçтармалла. Тăкакĕ пысăк та мар вĕт-ха. Асту, сисмесĕрех суйлав вăхăчĕ те çитсе тăрĕ. «Эпир саншăн сасăларăмăр, эсĕ вара пирĕн çине хăрах куçпа та пăхмастăн», – теççĕ вĕсем.
– Вуларăм-ха ăна, – терĕ мэр. Сасси пачах улшăннă, иккĕ паллă илнĕ шкул ачи пекех курăнать.
– Сакна та вуласа пăх эппин, – хушрĕ президент çынни хăй илсе килнĕ хута парса.
– Ку тата мĕскер?
– Вула, вула. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем янă çыру вăл. Енчен те ĕнерхи пăтăрмах пирки шăв-шав çĕкленсен чĕлхе ыйтăвне те тапратма пултараççĕ. Наци конгресĕ те айккинче тăрас çук.
«Хула ертÿçисем шкулта чăваш чĕлхи вĕрентесси çине питĕ сÿрĕк пăхаççĕ, уроксен шутне чакарса пыраççĕ, классене çурмалла пайлаттармаççĕ. Чĕлхе саккунĕ Шупашкарта пурнăç-ланмасть», – вуларĕ хула пуçлăхĕ.
– Сав чĕлхе саккунне кам йышăннă-ши ăна?! Халĕ те çакăнта ларать,- терĕ мэр ĕнсине сылтăм аллипе çапса илсе.-Ытларах куçа илĕртекен ĕçсем тумалла тесе президент хăй те каланăччĕ вĕт-ха. Чĕлхе вĕрентесси е чăвашла кĕнеке кăларасси вăл пит курăмлă япалах мар. Илемлетнĕ çурт е чиркÿ аякранах кăшкăрса ларать, пирĕн ĕçе курăмлăрах тăвать.
– Ман шутпа, тактикăна кăштах улăштармалла пек, -сĕнчĕ премьер. – Юрлаччăр, ташлаччăр, калаçчăр вĕсем чăваш-сем, анчах влаç ыйтăвне ан тапратчăр. Сав çула лайăхрах пÿлсе пымалла.
– Халĕ те уяв хыççăн уяв туса паратпăр-çке, – терĕ мэр. – Фейерверксем те ирттеретпĕр.
– Президент кăмăлĕ вăл пĕр-пĕр хыпара мĕнле пĕлтер-нинчен те чылай килет. Ăна эпĕ хам çине илĕп-ха. Анчах хаçатсем пур-çке. Вуларăр пуль ĕнтĕ «Демократическая Чува¬шия» хаçат ĕнерхи пирки мĕн çырнине. «Кун пек пуçлăхсемпе чăвашăн хăй пуласлăхĕ пирки ĕмĕтленмелли те çук», – тет редакторĕ.
– Ытти хаçатсене лăплантартăмăр-ха. Контракт вăхăчĕ тухсанах кунтан та тасалăпăр, – сăмах пачĕ президент патĕн-чен пыни, унччен парти обкомĕнче ĕçленĕскер, демократи сăмаха çав тери юратманскер. Коммунистсен агенчĕ ĕнтĕ, кунта мĕн пулса иртнине ыттисене пĕлтерсе тăраканскер. Хула пуçлăхĕпе те туслă, иртнĕ суйлавра ăна пулăшса пынă. Халĕ те хута кĕме хатĕр.
– Сине тăрсан çак ĕçре те хамăра усăллине тупма пулать,-терĕ çакскер. Лешсем тĕлĕнсе пăхса илчĕç. – Наци конгресĕпе явăçтармалла та ăна провокаци тăвакан пĕрлешÿ пек кăтартса памалла. Тен, салатса яма та май килĕ.
– Тем пекехчĕ, – хушса хучĕ мэр. – Уйрăм çурт ыйтаççĕ тата йĕксĕксем. Шиш! вĕсене.
– Ман шутпа çуртне памаллах, – терĕ премьер.
– Сук, çук. Кун пирки калаçу та пулма пултараймасть,-хирĕçлерĕ хула пуçлăхĕ тăвăлса çитнĕ чунне пытараймасăр.
– Каллех хăв юрруна тăсатăн. Конгреспа хирĕçме кирлĕ мар тесе каланăччĕ вĕт. Сурт парсанах хăв куçунтан пăхма тивĕ вĕсен: электричество та, ăшă та кирлĕ, юсав ĕçĕсем те аса илтерсех тăрĕç. Тавçăруллăрах пул-ха эсĕ, салтакри йăласене пăрах,- сĕнчĕ правительство пуçлăхĕ хăй тусне.- Ку чăрсăр ĕç пирки вара милицие хытăрах хăвала. Хыпарсене те пĕлтерсех тăр.
Калаçу сисмесĕрех урăх çĕрелле куçса пычĕ. Премьер çурт-йĕр тунă çĕрти заказсене хăш треста е фирмăна парсан меллĕрех пулассине асăрхаттарчĕ, тепри вара хула пуçлăхĕнчен хăйне çывăх çын валли офис уçма пÿлĕмсем ыйтрĕ. «Алла алă çăвать», – теççĕ вĕт. Ун пек чухне нухрачĕ пирки те иккĕленме кирлĕ мар, хăех сейфа çитсе выртать. Пурнăç самаях улшăнчĕ, укçаллă çынсем нумайланни чиновниксемшĕн те лайăх. Майне кăна пĕлмелле.
Сапла калаçса уйрăлчĕç те ĕнтĕ виçĕ пуçлăх. Анчах Шанхай чăвашĕсемшĕн усси пулĕ-ши, хăйсене хула çынни вырăнне хурса хисепленине курĕç-ши? Ситменнине тата чăрмав кÿрекенсем те тупăнсах тăраççĕ. Акă паян та леш Шанхай «авторитечĕ» çитсе те ларнă. Тĕрĕсрех каласан, ăна мэр хăй чĕнсе илнĕ.
– Эсĕ мĕншĕн ĕçлеме пăрахрăн? – сиксе ÿкрĕ тÿрех хуçа. -Тутлă апата пула мăнтăрланса çитнĕ кушак аçи пек тыткалама пуçларăн. Аса ил-ха, сана икĕ пÿлĕмлĕ хваттер панă чухне мĕн хушнăччĕ-ха? Националистсем мĕн хăтланни çинчен мĕншĕн вăхăтра пĕлтермерĕн? Маларах каланă пулсан… Камсем тунă-ха çакна?
– Уявра пулман çав эпĕ, яла кайнă.
– Кирлĕ чухне çук çав эсир.
– Сынсемпе калаçса пăхрăм, пĕлекен çук. Питĕ вăрттăн хатĕрленнĕ вĕсем. Шанхайри йĕркесем те пачах урăхла. Чăмăр-таннă вĕсем. Пуçлăхĕ те тупăннă. Таланов теççĕ.
– Таланов? Темле унччен илтнĕ пек. Кам вара вăл?
– Самрăк учитель, çавăнтах пурăнаканскер. Шанхай ста-рости теççĕ ăна.
– Апла эппин çавăнтан пуçламалла та, хулиганла ĕçшĕн камăн та пулин явап тытмаллах.
– Ăна хăвăр пĕлетĕр ĕнтĕ. Анчах çынсем çакна питĕ вырăн-лă политикăлла ĕç тесе калаçаççĕ. Чылайăшĕ ырлаççĕ. Унта тата тепĕр йышши чуста хăпарса çитет теççĕ.
– Мĕнле япала вара?
– Каçсерен чăваш чĕлхи вĕрентекенсем пуçтарăнаççĕ тет, хулари вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне хирĕçле калаçусем пулса иртеççĕ тет.
– Ав мĕнле иккен.
– Таланов та çавсемпе пĕрлех тет.
– Ну юрĕ, хăлхуна çивĕчрех тыт.
Элекçĕ тухса кайсанах хула пуçлăхĕ секретарьне чĕнсе илчĕ те Таланов çинчен ыйтрĕ.
– Морсков купца çурчĕ пирки çÿрекенни мар-ши вăл? -терĕ лешĕ.
– Чăнах та, çавă самай чăрсăрскерччĕ. Чĕнсе калаçма тивет. Пĕлтер ăна.
– Килмесен вара?
– Чим-ха, хваттер черетĕнче тăратех ĕнтĕ вăл. Савăн пирки тесе чĕнсен мĕншĕн килмелле мар. Хăш районта тата миçемĕш çултанпа тăнине пĕл те чĕнсе ил.
– Юрать, – тесе секретарь тухрĕ.
Анчах кунпа мэр чунĕ лăпланмарĕ-ха. Вăл иккĕмĕш кун ĕнтĕ хăйне такам хытă çупса янă пек туять. Паян та ав кан-тăкран пĕр-икĕ хутчен пăхса илчĕ. Темшĕн ăна леш пÿрт халĕ те çавăнтах ларать пек туйăнать. Чăтаймарĕ мэр, хăй патне милици начальникне чĕнсе илчĕ.
– Ну, ĕнерхи пирки мĕн паллă, – пуçларĕ тÿрех хула пуçлăхĕ, – ăçтан вĕсем?
– Уçăмлăн калама хĕнтерех, анчах йĕрĕ çине ÿкрĕмĕр тесен те юрать. Сав пÿрте универмаг патĕнчен йăтса тухни паллă.
– Ăçтан турттарса килнĕ-ха ăна?
– Сук, ниçтан та шлсе килмен ăна, универмаг хыçĕнчи çырма хĕрринче тунă. Ĕçленĕ вырăнĕ те паллă, турпасĕ те çавăнтах.
– Мана турпас кирлĕ мар. Камсем хăтланнине туп-малла!
– Хăйсем лартнă пĕчĕк пÿртсенче пурăнакансем ĕнтĕ. Анчах тахăш вырăнтисем-çке. Йăви вĕсен пĕр çĕрте кăна мар вĕт.
– Восточнăйне кайăр. Савсем питĕ туслă теççĕ. Пуçлăхĕ те пур, Таланов ятлăскер. Сыннусене çавăнта яр. Калаçса пăхчăр. Талановне вара ан тĕкĕнĕр. Унпала кунта калаçăпăр, сана та пĕлтерĕп.
– Юрĕ, çапла пултăр эппин. Ытти çĕрте те тĕрĕслесе пăхă-пăр-ха, – тесе полковник тухса кайрĕ.
«Намăс çурчĕ» пирки халăх хушшине хыпар часах сарăлчĕ. Хаçатсем те самаях пулăшрĕç курăнать. Тем калаçакан та пур. Мина хăш тĕлте çурăлнă-ши вара тесе ятарласа килсе пăха-кансем те тупăнчĕç. Мэр майлисем наци конгресне айăплама пикенчĕç. Тем те тунă пулĕччĕç, анчах фактсем çителĕклех марри чăрмантарать. Пĕртен-пĕр шанчăк та Таланов кăна. Савна лайăхрах хĕстермелле. Тен, тÿрех милици аллине памал-ла. Сапах та мэр малтан хăй калаçса пăхас терĕ. Шанхай «авторитечĕсене» мĕнлерех лăплантармаллине вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Хваттер черечĕ пирки аса илтерсенех куçран ăшшăнрах пăхма пуçлаççĕ. Хаярлăхĕ часах сÿнет.
Таланов кĕнĕ чухне мэр пĕчченехчĕ. Ăна курсанах хирĕç пырса аллине тăсрĕ:
– Паллашма та вăхăт ĕнтĕ. Сире поселок старостине суйланă ятпа саламлатăп, – терĕ лăпкă сасăпа нихăçан курман çынпа калаçнă пек. – Малашне пĕрле ĕçлĕпĕр. Чылайранпа çавăнта пурăнатăр-и вара?
– Вун пилĕк çул та иртрĕ ĕнтĕ.
– Черет сирĕн аннÿ ячĕпеччĕ пулас.
– Сапла. Эпĕ пĕчĕккĕ чухнех заявлени панă.

– Мĕн тăвăн ĕнтĕ, хваттерсем çитмеççĕ вĕт. Черечĕ те хулленрех шăвать.
– Унтан-кунтан куçса килекенсем валли пур та-ха, кунти çынсемшĕн çук.
– Сирĕн ыйтăва татса памаллах ĕнтĕ. Аçу Чечняра вилнине те шута илĕпĕр. Эсир çырнă петиципе те паллашрăм. Ун пек мелпе памалла пулман ĕнтĕ. Тÿрех килмелле те калаçмалла.
– Мĕнле петици? Нимле хут та тăратманччĕ-çке.
– Староста тăрăшмасăр çырман пуль ĕнтĕ ăна, хăмаран тунă пÿртри хута.
Шăп çав самантра алăк уçăлчĕ те милици начальникĕ кĕрсе тăчĕ.
– Иртĕр, иртĕр, – терĕ мэр, – паллашăр. Ку Таланов юлташ пулать.
– Мана шăпах çавă кирлĕ те. Ну, Таланов, каласа пар универмаг хыçĕнче мĕн хăтланнине.
– Мĕн пирки вара эсир?
– Паллă ĕнтĕ, ним пĕлмен пек ан тыткала хăвна. Поселокрисем веçех каласа пачĕç.
«Нивушлĕ тахăшĕ чĕлхине чараймарĕ? Тупа та тунăччĕ вĕт-ха», – шухăшласа илчĕ Таланов.
– Мĕн нимĕн те шарламастăн тата? – тапăнчĕ каллех полковник. – Сав пÿрте эсĕ çине тăнипе йăтса тухнă теççĕ. Куракансем те пулнă.
– Илтессе илтнĕ, анчах нимĕн те пĕлместĕп, – терĕ Таланов.
– Сынсене куçсăр тетĕн-им? Курнă сана. Свидетельсем те пур. Судра веçех паллă пулĕ.
– Мĕнле суд? Пĕр айăпсăр çынна суд тумаççĕ ĕнтĕ.
– Сакă мĕскер вăл? – кăшкăрса ячĕ мэр леш «Осторожно: мина!» тесе çырнине кăтартса. – Хулиганла ĕç мар-и?
– Ку çеç те мар-ха, – чĕрре кĕчĕ полковник, – çак ĕçре хула администрацийĕн çуртне сирпĕтес шухăш та сисĕнет. Куншăн вара мĕнлерех статья кĕтнине пĕлетĕн-и?
– Ун пек шухăшласа кайсан чĕлхе тем те калĕ. Сынсем калаçнине ĕненсен çав пÿрте хула пуçлăхне парне вырăнне парса хăварнă теççĕ. Сырсах пĕлтернĕ тет. Апла-тăк, парнешĕн те суд тăваççĕ-и вара? Тен, çак ĕçе пачах та урăх çĕрте пурăнакансем тунă. Хамăн та питĕ пĕлес килет. Тав сăмахĕ каланă пулăттăм вĕсене. Мина пирки те калама пулать. Тен, вăл хута хăвăра майлисемех çырса пăрахнă, айăплама сăлтав пултăр тесе, – хăюллăн хирĕç хуравларĕ Таланов.
«Ав мĕнлерехскер иккен ку «авторитет». Унчченхипе танлаштарсан самай тавçăруллăскер, – шутласа илчĕ хула пуçлăхĕ. – Морсков çурчĕ пирки те вăлах çине тăнăччĕ».
– Енчен те айăплă тесе шутлатăр пулсассăн, хупса лартăр эппин, – терĕ Таланов полковник çине пăхса. – Анчах астăвăр, кунта тепĕр ыйту та куçкĕретех – çав япăх çуртсенче пурăнакансем вĕсем пурте тенĕ пекех чăвашсем. Савсен шăпи пирки кăштах шутласа пăхнă-и-ха эсир?
Мэр калаçу тепĕр майлă çавăрăнса каясса кĕтменччĕ.
Савăнпа та полковникпе канашласа пăхас шухăш çуралчĕ.
– Ну, юрĕ, Таланов, эсĕ халлĕхе приемнăйне тухса лар-ха, – терĕ мэр. Алăк хупăнсанах полковникрен ыйтрĕ:
– Сак ĕçе пуçарса яраканĕ, чăнах та, Талановах-и вара?
– Ăçтан пĕлĕн-ха? Шанхайра пĕри те нимĕн те шарламасть
тет.
– Ытла хăюллăн калаçрăн та. Пĕлнĕ пекех
– Пирĕн ĕç мелĕ çавнашкал.
– Кунпа вара мĕн тумалла-ха? Нивушлĕ çаплипех ямалла. Чим-ха, телевидени ÿкерсе илмен-и-ха вĕсене?
– Унта та пултăмăр. Веçех пăхса тухрăмăр. Анчах çыннисене ниепле те палласа илме май çук. Пурте хура хутран касса тунă куçлăхсемпе.
– Эсир те çав… Милицие тăр кăнтăрлах улталаççĕ. Камсен ĕçĕ-ха çакă?
– Таланов пĕлетех ĕнтĕ. Ун пек ĕçе пĕр-пĕринпе калаç-масăр тума çук. Каярах сăмахĕ тухатех ĕнтĕ.
– Мана паян кирлĕ. Камсем йăтса пынине пĕлесчĕ. Кун пек ĕçе çийĕнчех чармасассăн…
– Юрĕ эппин, урăхларах мелпе усă курăпăр. Милицире ĕçлекен чăвашсен Шанхайри тăванĕсем урлă пĕлме тăрăшăпăр. Ку вара шанчăклăрах пулĕ.
– Апла-тăк вĕçтер, – терĕ мэр. – Лешне кĕме кала-ха. Полковник сăмахĕ мэра кăшт та лăплантармарĕ. Милици
мĕнле ĕçлени паллă ĕнтĕ. Кахалрах çынсем тесен те юрать. Хăваласах тăмалла. Канлĕрех пурнăçа килĕштереççĕ.
– Акă ман умра Таланова Елена Ивановна çырнă заявлени выртать. Сак ыйтăва татса парасси пĕтĕмпех санран хăвăнтан килет, çамрăк çыннăм. Уяв кунĕ пирки мĕн пĕлнине каласа пар та… Акă халех алă пусатăп та тепĕр эрнерен икĕ пÿлĕмлĕ хваттере куçма пултаратăр.
Сакă нумай çул хушши канăç паман ыйтăва нивушлĕ пĕр самантрах татса пама пулать вара? Талановăн мĕн каламалла-ха? Ĕçе кам çине йăвантармалла? «Тен, пĕтĕмпех хам çине илмелле те… Анчах каçарĕ-ши? Ордер тыттарсан калатăп тесе сăмах памалла мар-ши?»
Пуçра мĕн хĕвĕшнине тавçăрса илме çук, ухмаха тухса кайнă тейĕн. Мĕн кăна пырса кĕмест пуль. Мĕнле хевтесĕр иккен вăл çак самантра, никампа калаçма та çук. «Ман вырăнта Чечеков мĕн тунă пулĕччĕ-ши?» – аса илчĕ Таланов хăйĕн юратнă вĕрентекенне.
– Мĕн нимĕн те шарламастăн, тусусенчен хăратăн-им? -аса илтерчĕ мэр.
– Пĕлнĕ пулсассăн веçех каласа парăттăм, – персе ячĕ Шанхай старости тинех темле йывăрлăхран хăтăлнă пек уççăн сывласа илсе. – Паçăрах каларăм вĕт çав хăюллă çынсем пирки хамăн та пĕлес килет тесе.
– Юрĕ, çитĕ калаçса, – татса хучĕ хаяррăн хула хуçи. -Полковник мĕн каланине мантăн-им? Сăмăллăх парас тесе калаçрăм ĕнтĕ санпала. Эсĕ çакна ăнланмарăн. Асту, кайран манран пулăшу ан кĕт. Сак ĕçе камсем тунине пурпĕрех тупатпăр. Халĕ кунтан тасал!
Таланов тухрĕ те наци конгресĕ патĕнчи чарăну патне васкарĕ. Ун халĕ часрах поселока çитсе унти хыпарсене пĕл-мелле. «Нивушлĕ сутăнчăксем тупăнчĕç вара?» – канăç памарĕ ăна çул тăршшĕпех. Юрать-ха, хурал пÿрчĕ патĕнче Ира кĕтсе илчĕ, кунти лару-тăру çинчен каласа лăплантарчĕ.
– Милицисем иккĕн килчĕç те килсем тăрăх çÿрерĕç, -пĕлтерчĕ хĕрача. – Урамри çынсене чара-чара калаçрĕç, анчах нимех те ыйтса пĕлеймерĕç, «намăс çурчĕ» пирки каласа паракан тупăнмарĕ.
Талановăн чĕри лăштах пулчĕ, тÿрех леш суеç полковнике аса илчĕ, шантаж тума юратаканскер иккен. «Хула пуçлăхĕ те çавах ĕнтĕ, ĕç мелĕ кăна урăхларах: хăратса мар, чееленсе ыйтса пĕлесшĕн. Юрать-ха, ун вăлтинчи ăмана хыпма-рăм», – шухăшласа илчĕ Шанхай старости хăйне хăй лăп-лантарса. Юнашар Ира пурри те чуна çăмăллăх кÿрет. Паян вара вăл театра кайма икĕ билет туяннă. Ун пек чипер хĕрачан сĕнĕвне мĕнле йышăнмăн-ха.
Театр. Мĕн тери асамлă вырăн иккен вăл! Пырса кĕрсес-сĕнех кунта ырă сывлăш явăçни сисĕнет. Сыннисем те хăйсене питĕ сăпайлă тытаççĕ, чечекпе пынисем те пур. Спектаклĕ «Авлантарчĕç» ятлă иккен.
Акă чаршав уçăлчĕ. Сцена çинче çамрăксем ташлаççĕ, юлашки курсра вĕренекен студентсем юлташ хĕрачан çуралнă кунне ун хваттерĕнче паллă тăваççĕ. Амăшĕ те кунтах. Кĕçех киле кайма та вăхăт çитет, анчах пĕр ачи диван çинчен тăрай-масть, ытлашширех ĕçнĕ курăнать. Юратнă хĕрĕ тем пек çине тăрсан та илсе каяймасть. Каччăна кунтах хăвараççĕ. Амăшĕ çине тăнипе хĕрне унпа юнашар вырттараççĕ. Ирхине вара ялта çуралса ÿснĕ пултаруллă студент кĕрÿ пулса тăрать. Усĕр те пулман иккен, амăшĕ шампански эрехе çывăрттаракан эмел ытларах ярса панă.
Мĕн кăна курма тивмест пуль çамрăк упăшкан çак ултавлă пурнăçпа пурăнакан çемьере? Ситменнине тата арăмĕн ашшĕ криминалпа явăçса кайнă милици майорĕ иккен, укçашăн сутăннăскер. Хĕрĕ валли хваттер тăвас тесе пĕр ватă хĕрарăма пеккуна илеççĕ, халал хучĕ тутараççĕ те, кайран ваттисен çуртне ăсатаççĕ. Ай, алхасать вара савăшупа çак лайăх каччăн пулас арăмĕ. Кайран та упăшки пур çĕртенех тепĕр çынпа кăнтăра тухса каять. Сав вăхăтра малтанхи упăшки çавăрăнса килет. Тĕрмерен тухнă иккен…
Вăйпа авлантарнă студент япалисене илсе тухса кайнă чухне пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç. Ира та аллине карт туртса илчĕ те çупма пуçларĕ. Ак тамаша, алăсем хăйсем тĕллĕнех пĕр-пĕрин патнелле туртăннă иккен. Те спектакль çав тери илĕртÿллĕ иртнĕрен çакна Таланов сисмен те.
* * *

Наци конгресĕнче çамрăксем мĕнле ĕçленине асăрхаса тăракан Ваттисен Канашĕ пур иккен. Унта чи сумлă чăвашсене суйланă, пуçлăхĕ те самай паллă çын. Шăпах çавă сĕннипе Таланов чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвне йĕркелес ĕçе пуçăнчĕ. Самрăксене пулăшса пыма Чечеков профессора хушрĕç. Тала-нова милицире тытнă вăхăтра вăл Мускава доктор диссертаци хÿтĕлеме кайнăччĕ. Сакă вара Таланова самаях хавхалантарчĕ, шанăç кÿчĕ. Унпа пĕр шухăшлă юлташĕ те часах тупăнчĕ, хăй вĕрентекен Ира. Халĕ ăна чи шанчăклă тусĕ тесен те юрать ĕнтĕ. Таланов хулари студентсемпе тĕл пулса калаçнă чухне те кашнинчех пĕрле пулма тăрăшрĕ унпа.
Чăвашлăхпа кăсăкланакан студентсем кашни институтрах пур иккен, анчах пит йышлах мар. Ытларахăшĕ иккĕле-некенсем, пăхса кăна лараççĕ, калаçăва хутшăнсах каймаççĕ. Техникумсемпе училищĕсенче те çавах. Сапах та пĕрремĕш пухăва хĕрĕх çынна яхăн пуçтарăнчĕç. Кусене вара чăн-чăн чăвашсем теме те юрать, калаçăвĕнченех паллă. Самрăксен пĕрлешĕвĕ кирли пирки иккĕленсе тăмарĕç, малтанах çырса хатĕрленĕ уставпа паллашнă хыççăн пĕр шухăшлă пулсах сасăларĕç. Унтан калаçу хăйсен пĕрлешĕвне мĕнле ят парасси пирки тапранчĕ. Темиçе сĕнÿрен иккĕшне суйласа илчĕç те хĕрсе кайсах тавлашма пуçларĕç. Пĕрисем «Улăп» ята килĕштерчĕç, теприсем – «Пăлхара». Ыйтăва вара сасăласа татса парас терĕç. Шăп çав самантра Чечеков сăмах илчĕ.
– Самрăк тусăмсем, сире пурсăра та çакăн пек пĕрлешÿ туса чăмăртаннă ятпа чунтан-чĕререн саламлатăп, ĕçре, вĕре-нÿре çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх тата чăтăмлăх сунатăп. Хăвăр чухлатăр-ши, ăна эпĕ калаймăп, паян сирĕншĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ кун, сирĕншĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн тесессĕн те ытлашши пулас çук. Халĕ вара хам шухăша пĕлтерем. Пĕрлешÿ ячĕ пирки. Нимĕн те калаймăн, иккĕшĕ те паха ятсем. Анчах юлашки вăхăтра чăваш ăсчахĕсене пĕр япала канăç памасть: тутарсем пирĕн историе туртса илесшĕн, çине тăрсах хăйсене пăлхарсем теççĕ. Сакă вăл пĕртте тĕрĕс япала мар, наука чăнлăхĕпе пачах та явăçса тăмасть.
– Пире шкулта тутарсем пăлхарсенчен тухнă тесе вĕрент-нĕччĕ, – терĕ пĕри.
– Ăçти шкулта вара? – ыйтрĕ Чечеков тĕлĕнсе.
– Нурлатра.
– Вăт, калатăп вĕт… Анчах халĕ ку ыйтупа тутар исто-рикĕсем те пайланса кайрĕç. Пĕлеççĕ ĕнтĕ, вунвиççĕмĕш ĕмĕрччен кунта пăлхар-чăвашсем кăна пурăннă, патшалăх чĕлхи те вĕсен хальхи чăваш чĕлхи пулнă. Тĕрĕссипе каласассăн пирĕн хамăр чĕлхене пăлхар чĕлхи теме те сăлтав пур.
Пĕри ниçта кайса кĕрейми аллине силлет, никам пĕлмен ыйтăва хуравлама пултаракан ача пекех. Чăтса тăраймарĕ:
– Калама юрать-и? Ман каламалли пур!
– Тархасшăн, – терĕ Чечеков.
– Пайтах шухăшланă, Ашмарина та вуланă, – пуçларĕ çав каччă, – анчах мана пĕр иккĕленÿ канăç памасть: пăлхарсене йышлă та вăйлă халăх пулнă теççĕ, каярах ăçта кайса кĕнĕ-ха вĕсем, эпир пăлхарсем пулсассăн, халăх ячĕ мĕншĕн улшăннă-ха? Атту тĕлĕнмелле пулса иртет: вун-улттăмĕш ĕмĕрччен чăваш тени курăнсах каймасть, сасартăк кăмпа пек шăтса тухать. Ăçтан? Сакна кам ăнлантарса парĕ-ши?
– Пĕри тата чăвашсем шумерсенчен тухнă тесе çырать, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать, – хутшăнчĕ тавлашăва уни-верситет студентки. – Тахăшне ĕненсе пĕтермелле. Вуласассăн тĕрĕс те пек, пĕр евĕрлĕ сăмахсем те чылай.
– Тусăмсем, ытла шала кĕрсе каяр мар-ха, – лăплантарма пикенчĕ профессор хĕрсе кайнă çамрăксене. – Сав кĕнекесене çыраканĕ вăл пачах та наука çынни мар, хăй тĕллĕн аппа-ланакан тĕпчевçĕ кăна, ятарлă пĕлÿ çук унăн.
– Апла-тăк ун пек япалана мĕншĕн пичетлеççĕ вара? -çине тăчĕ леш студентка.
– Укçа тÿлесессĕн халĕ темĕн те пичетленсе тухĕ, калăпăр, чăвашсемпе еврейсем пĕр тымартан тесе те. Акă пĕр-ик тĕслĕх кăна илсе парам. Еврейсен чи аслă вĕрентекенĕ Моисей пирки илтнĕ пуль-ха.
– Илтмесĕр, илтнĕ, паллах, – сас пачĕ пĕри.
– Вăт, унăн вĕрентĕвне пичетленĕ пилĕк кĕнекене пĕр сăмахпа «Тора» теççĕ. Тÿрех турă сăмаха аса илтерет. Чăвашсем çынна урăхла этем теççĕ, Адам тенĕ пекех илтĕнет. Евăпа Адамăн икĕ ывăл пулнă теççĕ: Авел тата Каин. Авел авалхи еврей чĕлхипе ывăл тени пулать, чăвашла та çаплах. Еврейсем шăматкуна «шабат» теççĕ, кунта та пĕрпеклĕх пур пек. Анчах çакă вăл чăвашсемпе еврейсем пĕр йăхран тенине пĕлтермест.
– Мĕне пĕлтерет вара вăл? – чăтаймарĕ пĕри питĕ тĕлĕннипе.
– Сакă вăл пирĕн культурăра питĕ авалхи сийсем пуррине кăна пĕлтерет. Урăхла каласассăн чăваш культуринче этемлĕхĕн ачалăхне асăрхама пулать, – турĕ пĕтĕмлетÿ Чечеков профессор.
– Вăт, вăт, – парăнма шутламарĕ леш каччă. – Халăхĕ ватă тейĕпĕр, ячĕ вара питĕ çамрăк. Тен, тутар-монголсем çав тери хĕснĕ вăхăтра мĕнле те пулин çăлăнса юлас тесе пăлхарсем хăйсене юриех чăваш теме пуçланă? Суя ят тейĕпĕр. Лешсене кунталла çĕмĕрсе килнĕ чухне тытса чаракан пĕртен-пĕр халăх пăлхарсем пулнă теççĕ мар-и-ха? Сакăншăн вĕсене тĕппипех пĕтерме тытăннă теççĕ.
– Вăл çапла-ха. Пăлхарсем вырăссенчен пулăшу ыйтаççĕ, лешсем шарламаççĕ. Кĕскен каласассăн çамрăксен пĕрле-шĕвĕнче тавлашу клубĕ тума та пулать. Ячĕ пирки вара?..
Питĕ тимлĕн итлесе ларакан Ира сиксе тăчĕ те:
– Ачасем, ман шутпа пирĕн пĕрлешÿ «Пăлхар» ятлă пулмалла. Эпир апла авалхи пăлхар чĕлхипе калаçатпăр иккен. Сакă мана питĕ килĕшрĕ.
Тавлашу лăпланчĕ, ытларахăшĕ Ира сĕнĕвĕпе пĕр майлă пулчĕç. Ун хыççăн вĕсем «Пăлхар» пĕрлешĕвĕн кĕрекине суйларĕç, тăхăр çынран. Кусем вара – кĕреке пуçлăхне. Таланов Улатимĕре лартрĕç. Сакăн хыççăн ăна пурте алă çупсах саламларĕç. Питĕ яваплă лава кÿлĕнчĕ ĕнтĕ. Еçлемелли кунта темĕн чухлех, уйрăмах сапаланса кайнă чăваш çамрăкĕсене пĕр ушкăна пĕтĕçтерес енĕпе.
Унтан Чечеков çак пĕрлешĕве юстици министерствинче регистрацилесси, уйрăмах документсене питĕ тĕрĕс çырса пичетлесси пирки асăрхаттарчĕ.
– Кашни сăмах, кашни пăнчă вырăнта пулмалла. Тавăрса пама юратаççĕ вĕсем. Пĕлтĕр ав УЧУ-на çирĕплетнĕ чухне икĕ уйăха яхăн çÿреме тиврĕ.
– УЧУ мĕн вара вăл? – тĕлĕнчĕ пĕри.
– Урă чăвашсен ушкăнĕ вăл, – хуравларĕ Улатимĕр.
– Ун пекки те пулать-и вара? Камсене илеççĕ вара унта?
– Пурнăç çавăнталла илсе пычĕ ĕнтĕ, – терĕ профессор.
– Пирĕн мăн асаттесем чăваш çакăн пек чир-чĕре кĕрсе ÿкесси пирки шутлама та пултарайман. Урă халăх пулнă эпир. Халĕ вара пачах урăхла, ĕçке ярăннăран ăс-тăнран та, сывлăхран та чакса пыратпăр. Усĕр е мухмăрпа асапланакан халăхăн пуласлăхĕ çук. Малтан сăпайлăхне, унтан мăнаçлăхне, наци туйăмне çухатать те, вырăссем калашле, народонаселени кăна пулса тăрать.
– Чăнах та, çав эрехе мĕншĕн ĕçеççĕ-ха ăна? – сас пачĕ Ира. – Ман шутпа сывлăхшăн тесе ĕçни те ултавлă сăмах çеç. Сывлăхшăн эрех ĕçмелле мар ĕнтĕ, паха пахча-çимĕç, пыл çимелле. Хăшĕ-пĕрисем денатурат та ĕçме хатĕр. Енчен те Атăлта е кÿлĕсенче шурă эрех хумханса выртсан мĕн шыранă пулĕччĕç-ши вĕсем?
– Паллах, таса çăл шывĕшĕн çунса çÿретчĕç, – терĕ Улатимĕр Таланов.
– Мĕншĕн-ха патшалăх нимĕн те тумасть, – çине тăчĕ Ира, – эрех сутса укçа тăвассине мала хурать. Парадокс?!
– Сĕр çинче темĕн тĕрлĕ чĕрчун та пур, анчах хăй сывлăхне сиенлекенни пĕрре çеç, çавă вăл – çын. Хăй ĕмĕрне хăй кĕскетет. Анчах пурте пирĕн пек мар çав, японсем ав пуринчен нумай пурăнаççĕ, – терĕ Чечеков. – Вăл çеç те мар-ха, ĕçкĕ чирне пула çемьесем арканаççĕ, пиншер ача юратусăр, телейсĕр ÿсет. УЧУ-на шăпах çакна лайăх ăнланса илнĕ чăвашсем йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Тĕрĕссипе каласассăн, пирĕн халăхăн пурĕ те пĕр чир кăна. Савăнтан хăтăлсассăн ытти веçех майлашăнса кайĕ, чăваш сăн-сăпачĕ те улшăнĕ.
– Тен, пирĕн хамăр уставра «Пăлхарта» тăракансен эрех ĕçме юраманни çинчен çирĕплетсе хăвармалла мар-ши? -сĕнчĕ хаваспах Ира. – Сакăнта ларакансем эпир пурте пулас ăрăвăн амăшĕсемпе ашшĕсем вĕт-ха. Усĕрпе çуралнă ачасенчен вăйлă ăру çитĕнейменни паллă ĕнтĕ.
– Тĕрĕс калать вăл, Ира, – хутшăнчĕç ытти хĕрача-сем те.
– Устава çырма кирлех мар пулĕ, анчах УЧУ ларăвне пырса пăхни никама та чармасть. Тен, унта çырăнма кăмăл тăвакансем сирĕн хушăра та тупăнĕç, – сĕнчĕ профессор.
Чылайăшĕ Чечеков сĕнĕвĕпе килĕшрĕç, УЧУ пухăвĕ пирки маларах систерме ыйтрĕç. Вара Таланов паянхи пухăва хастар хутшăннăшăн пурне те тав турĕ, кĕрекене суйланисене юлма ыйтрĕ. Чылайччен калаçса ларчĕç, камăн мĕнле ыйтупа е камсемпе ĕçлемеллине палăртса хăварчĕç, пуçлăх çумне те суйларĕç. Пĕри тата кăкăр палли тата ялав тăвасси пирки сăмах хускатрĕ. Ку ыйтăва вара çитес ларура пăхса тухас терĕç. Киле саланас умĕн Чечеков Улатимĕре Сеçпĕл Мишши çырнисене вуласа пăхма сĕнчĕ, тен, «Пăлхар» пĕрлешĕвĕн идеологи никĕсне çав поэтăн вĕрентĕвне хумалла мар-ши терĕ.
Килелли çулĕ Улатимĕрĕн Ирăпа пĕрлех пулчĕ. Акă вĕсем Шанхай еннелле илсе каякан троллейбуса кĕчĕç те хире-хирĕç тăчĕç, пĕрне-пĕри куçран пăхса илчĕç, анчах сăмах хушмарĕç. Ун пекки пулать вăл, уйрăмах пуçа тĕрлĕрен шухăшсемпе чыхса тултарнă хыççăн. Пуç мими çавсенчен хăтăлаймасть, хăв кунта пулсассăн та шухăшпа унчченхи çĕртех. Пухура курни-илтни, кам мĕн калани, мĕнле йышăнусем туни çап-липех пуçра-ха.
Ира вара темшĕн именÿллĕн пăхса тăрать. Миçе хутчен асăрхаман ĕнтĕ Улатимĕр çакна: ыттисемпе пĕрле чухне Ира хăйне самай урăхла тытать. Пухура мĕнле хăюллăн калаçрĕ тата, уйрăмах эрехпе иртĕхекенсем пирки. Сывлăхлă ача çуратасси пирки те сăмах хускатрĕ вĕт-ха. Качча кайма вăхăт çитнине туять-ши вара? Шухăшĕ пурах ĕнтĕ. Ахалех тепĕр чухне хĕрсем нихăçан та качча тухмастпăр тесе пуплешеççĕ. Сисместĕн те, тепре курнă çĕре ача амăшĕ пулма хатĕрленни пĕр сăмахсăрах паллă. Пурнăç йĕрки çапла ĕнтĕ: хĕрĕн качча тухмалла, каччăн авланмалла. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ чăн-чăн пурнăç мăшăр-ланнă хыççăн кăна пуçланать тесе. Пĕччен чухнехи вăл çурма пурнăç кăна, тĕллевĕ те уçăмлах мар.
Ира кăçал вĕренсе пĕтерет ĕнтĕ, халĕ практикăра, вăхăт-лăха Кадеров ертсе пыракан сĕтел-пукан тăвакан фирмăра ĕçлет, унчченхи хĕрарăм отпускран тухиччен. Кайран, паллах, ĕç шырама тивет. Ку директор та кăштах шантарать-ха, анчах пит уçăмлах каламасть. Ирăн Талановпа канашласа пăхас шухăш та пур, ниепле те хăяймасть. Сăлтавĕ те çав тери сапăрскер-çке, темле сăмахран пуçламалла. Тен, кун пирки шарламасан та юрать, тĕрĕс мар ăнланĕ те…
Акă пуçра хуллен кинора кадр хыççăн кадр куçнă пек ĕçре курни-илтни хускалса кайрĕ. Паллă ĕнтĕ директор алăкĕ умĕнче ларакан секретарĕн ĕçĕ телефонпа калаçнипе е кирлĕ хутсене пичетленипе çеç çырлахмасть, пуçлăх патне килнĕ çынсене кăмăллăн кĕтсе илме те пĕлмелле. Ку çеç те мар-ха, мĕнлерех çын килнине кура директор тепĕр чухне чей е кофе кĕртсе пама ыйтать. Сакна та хăвăрт тумалла, çавăнпа та вĕри шыв яланах хатĕр тытмалла. Чи сумлă çынсем валли вара директор патĕнчен кĕмелли тепĕр пĕчĕк пÿлĕм пур. Кунта вара савăт-сапи те, сĕтел-пуканĕ те пачах урăхла. Диванĕ кăна мĕне тăрать! Паллах, чей ĕçнипе çеç çырлахмаççĕ ĕнтĕ кунта, тутана сĕрмелли те тупăнать, темĕн тĕрли те пур. Йĕрки вара çапла: Ирăн черккисене, эрехне, çыртмаллине лартса памалла та хăй вырăнне тухса пуçлăх патне пынисене тăхтама ыйтмалла. Директор ĕçĕ те унчченхи пек мар, лайăх заказчике кăштах хăналама пĕлни те питĕ вырăнлă. Чылай чухне пĕр-пĕр ыйтăва çак пĕчĕк пÿлĕмре татса параççĕ те ĕнтĕ вĕсем. Ахальтен мар директор Ирăна чĕнсе илет те çак пÿлĕм валли мĕн илмеллине асăрхаттарсах тăрать, укçине хăй кĕсйинченех кăларса парать, чек таврашне ыйтмасть.
Пĕррехинче, ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕлелле, директор Ирăна хăй патне чĕнсе кĕртрĕ те кĕпи тÿмисене вĕçертсе: «Енсе шăммине пускаласа пăх-ха, мăя пăркалама памасть, машинăра ларса пынă çĕртех тупăнчĕ пулас», – терĕ. Мĕн тăвас тен, итлемелле. Директор пĕчĕк пÿлĕме кĕчĕ те хыçлă пукан çине хирĕçле вырнаçса ларчĕ. Ира хыçалтан пырса тăрса икĕ аллипе пускалама тытăнчĕ. Ют арçын ÿтне пĕрремĕш хут çапла тытса курать. Ашшĕ ÿсĕр килсессĕн хывăнтарса вырттарнă чухне кун пекки пулкаланă-ха. Ырханскерĕн ытларах шăмăсем кăна леккелетчĕç. Кун вара, лайăх апат-çимĕçпе пурăнаканскерĕн, ÿчĕ самай тачка, шăмă палăрмасть те. «Хытăрах пус-ха, мĕн хĕрхенсе тăратăн», – терĕ хуçа. Ира вара вăйпах массаж турĕ. «Вăт ку пачах урăхла коленкор», – ырласа илчĕ лешĕ юлаш-кинчен, тав тума та манмарĕ, холодильникре упранакан конфет коробкине Ирăна тыттарчĕ, Шупашкарта кăларакан «Кайăк сĕчĕ» ятлăскерне.
Директор çи-пуçне майларĕ те сехет çине пăхса илчĕ, кĕтесре ларакан сейф алăкне туртса пăхрĕ. «Киле кайма та вăхăт ĕнтĕ. Ларса пыма пултаратăн, машина патне тухса тăр. Эпĕ кăштах пăхса çавăрăнам-ха», – терĕ.
Тĕрĕслесех тăмасассăн йĕрке тума çук. Темшĕн-çке тасалăх пирки, электричествăпа перекетлĕ усă курасси çинчен часах манаççĕ. Елĕкхи пек шутлаççĕ. Хуçа патĕнче урăхла ĕçлемеллине хăнăхса çитеймеççĕ-ха. Шалу пысăкрах илес тесессĕн ĕçре перекетлĕ пулмаллине пурте ăнкартмаççĕ-ха.
Акă хуçа пычĕ те шурă тĕслĕ «Волгăн» малти алăкне уçса Ирăна ларма сĕнчĕ. Шофер вырăнне хăех руль тытать иккен.
– Аçталла каймалла-ха?
– Киле, – персе ячĕ Ира.
– Хăш урамалла вара?
Ира пĕр самантлăха нимех те калаймарĕ. «Шанхая» теме хăюлăх çитереймерĕ. «Аçта тесе калас-ши? Хула варринче пурăннă пек тăвас мар-ши?»
– «Ача тĕнчи» патĕнче антарса хăварсассăн лайăхчĕ, -тавçăрса илчĕ çамрăк практикантка.
Машина тапрансанах музыка янрама тытăнчĕ. Савăнăçлă кĕвĕсем, кăштах эротика еннелле туртакан юрăсем те пур. Магнитофонран çÿлерех пĕчĕкçĕ турăш вырнаçтарса лартнă, çул çинче пĕр-пĕр инкек сиксе тухасран пуль ĕнтĕ. Рульне вара питĕ хăюллăн пăркаласа пырать, машинăпа тахçантанпах тусли куçкĕретех.
Кинотеатр патне çитсессĕн машина чарăнчĕ. Ира анса юлас умĕн директор ăна çитес вырсарникун ĕçе тухмаллине асăрхаттарчĕ. «Волга» тапранса кайсанах Ира Гагарин урамĕнчи театр патне хăпарчĕ те троллейбуспа килелле çул тытрĕ…
Вырсарникун Ира хуралпа сăнчăрти йытăсăр пуçне ника-мах та асăрхамарĕ, хăйĕн ĕç пÿлĕмне кĕчĕ те компьютерпа пичетлеме ларчĕ, чăрмантаракансем çук чухне ĕç самай кал-кал пычĕ. Шăплăха телефон сасси хускатрĕ, директор шăнкăравларĕ, кам та пулин ыйтсассăн тепĕр çур сехетрен килет теме хушрĕ. Чăнах та, вăхăт нумай та иртмерĕ директор çитрĕ те.
– Пичетлеме пăрах, хăнасем килеççĕ, мунча кĕртсе ямалла. Атя, вĕсем çитиччен сĕтел хатĕрлер, – терĕ хуçа хăй пÿлĕмне уçса.
Вара вĕсем леш пĕчĕк пÿлĕмри апат-çимĕçе, ĕçмеллисене икĕ пысăк сумкăна тултарчĕç те тухрĕç.
Мунчи кунтах иккен, сĕтел-пукан тăвакан цехпа юнашар çуртра, тепĕр енчи уйрăм алăкран кĕмелле. Вĕсене хирĕç хуралçă тухрĕ те мунча хатĕррине пĕлтерсен хăй патнелле кайрĕ.
Кĕрсессĕнех хывăнмалли вырăн, унтан шаларах икĕ алăк. Пĕри уçах. Кунта ятарласа тунă вăрăм сĕтелпе касса илемлетнĕ икĕ йывăç диван, айккинерех пукансем, пĕчĕк сĕтел. Холо-дильник те пур, ун çинче телевизор, çÿлерех йăлкăшса тăракан пысăк сехет. Пÿлĕмĕн тепĕр вĕçĕнче çын йывăрăшне тĕрĕс-лемелли шурă тараса, стена варринче диван çине хывăнса выртнă çамрăк хĕрарăм ÿкерчĕкĕ, ăна пĕр арçын çăварĕнчен виноград хыптарать. Сакăнтах тата юнашар пÿлĕме кĕмелли алăк пур.
– Атя-ха кĕрсе пăхар, тасалăх пирки мĕнлерех-ши унта? -терĕ директор.
Сакă вара Ирăшăн экскурси пекех пулчĕ: сылтăм енче душпа çăвăнмалли виçĕ вырăн, тепĕр енче йывăç саксем, пысăк чашăксем, умра пысăках мар бассейн иккен, унта пусмапа хăпармалла. Директор тепĕр алăкне уçса пăхрĕ, унтан питĕ вĕри сывлăш капланса тухрĕ. Пурте йĕркеллех пулас.
– Ира, раздевалкăри шкапра таса простыньсем пулмалла, çакăнта кĕртсе хур-ха, – хушрĕ хуçа.
Еçмелли-çимелли майлаштарса лартнă хушăра Кадеров Ирăна хăнасем умĕнче хăйне савăнăçлăрах тытма, кулкаласа калаçма ыйтрĕ. Кăмăлсем паян пурин те лайăх пулмалла.
Акă лешсем те çитрĕç, калаçни, ихĕлтетни илтĕнсе кайрĕ. Тăваттăн кĕрсе тăчĕç: вăтам çулалла çывхарнă икĕ арçынпа çап-çамрăк икĕ хĕрача.
– «О-о! Мĕнле çынсем килчĕç! – тесе хуçа арçынсене алă парса ыталаса илчĕ, хĕрсене пуç тайрĕ. – Ну, мĕнле çитрĕр. Хывăнăр та – сĕтел хушшине… Астуман та, паллашăр: ку Ирина, Ира тесессĕн те юрать».
Лешсем хывăнма кайсассăн хуçа Ирăна сăмавар лартма хушрĕ, хăй холодильнике уçса унта мĕн пуррине тепĕр хут пăхса илчĕ. Ира пушă сăмавара тултарас тесе кран патне çывхарнăччĕ кăна, директор чарчĕ, кĕтесре ларакан шурă витререн çăл шывĕ яма хушрĕ. Кунта та çавах, хăй патĕнчи пекех çăл шывĕ кăна вĕретмелле иккен.
Акă хăнасем пĕрин хыççăн тепри кĕрсе сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Хăйсем вара ар хатĕрне хуплакан тумпа кăна, хĕрсен кăкăрĕсем те уçах. Урисенче мунчара тăхăнмалли резин пушмаксем. Пĕр арçыннин, лутра та сарлакаскерĕн, ÿчĕ хуп-хура çăмпа витĕннĕ, кăкăрĕ çинче кăтралансах тăрать. Кунпа танлаштарсан теприне çап-çара теме те юрать, хыткан та вăрăмскер хуппине сĕвнĕ çăка вулли пекех курăнса ларать, сарă çÿçĕ кăштах сайраланнине пула çамки ыттисенчен пысăк-рах пек туйăнать. Юнашар ларакан хĕрĕ тĕксĕмрех ÿтлĕ, куçĕ вара кăн-кăвак. Кĕске çÿçĕ мĕн тĕслине пĕлме çук, паянлăха хăмăр тĕспе сăрланă пек. Самай пысăк кăкăрĕ кăшт усăнчăкрах, çинçе пилĕклĕ, купарчи тепринпе танлаштарсан тачкарах. Лешĕ вара балерина пекех, пĕр грамм ытлашши ÿт те çук пулас, ытлашши мар, çитмест те пек: кăкри те кăшт кăна палăрать. Учĕ вара шурă мрамортан якатса тунă пекех туйăнать, çÿхе туталлă, йăл кулнă чухне савăш путăкĕ палăрать.
Хĕрсем мĕн тумаллине лайăх пĕлеççĕ курăнать, ларнă-ларманах апельсин тасатса пайăн-пайăн уйăрса арçыннисем умĕнчи пĕчĕк турилкке çине хурса пачĕç, панулмие касса варрине çĕçĕ вĕçĕпе чакаласа кăларчĕç. Малтанхи черккене тĕлпулушăн тесе ĕçрĕç. Ирăна та ярса пачĕç, анчах вăл черккине тута патне тытрĕ те лартрĕ. Унтан Кадеров тепре тултарса тухрĕ те черккине йăтса: «Атьăр-ха халĕ сумлă хăна-шăн, Фирс Карповичшăн ĕçсе парар, ăна çирĕп сывлăх сунар. Тавах ăна пирĕн пата килсе курма вăхăт тупнăшăн», – терĕ те çăмлă кăкăрлипе шаккаса тĕппипе ĕçсе пачĕ, черккине сылтăм аллипе вылятса кăтартрĕ. – Пурте ман пек пушатăр!»
Ыттисем те çапла турĕç. Ира каллех ĕçмерĕ. Сакна сумлă хăна асăрхарĕ те: «Хăш-пĕрисем ман сывлăхшăн ĕçесшĕн пулмарĕç»,- терĕ йăл кулса. Директор Ира çине тимлĕн пăхса пуçĕпе сулласа илчĕ, ĕçмеллине пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Практикантка тавçăрса илчĕ, эпĕ минерал шывĕ юрататăп тесе тултарса ĕçсе пачĕ.
– Халлĕхе çитет пуль. Мунчу хатĕр-и вара сан? – ыйтрĕ сарă çÿçли.
– Пурте хатĕр, ăшши те çителĕклех, – терĕ хуçа. Вара вĕсем пĕтĕмпех хывăнса тараса çине тăра-тăра хăйсене
виçсе пăхрĕç те кĕрсе кайрĕç.
– Халĕ хамăрăн та кĕмелле ĕнтĕ. Атя, хывăнар, – терĕ те пуçлăх тухрĕ.Ира аптраса ÿкрĕ, мĕн тумаллине ниепле те тавçăрса илеймест. Сакă пач палламан çынсем умĕнче çапла тăриччен… Вăл директор патне пычĕ те каçару ыйтрĕ, пуç ыратма пуçларĕ тесе киле яма тархасларĕ. Лешĕ çакна пачах та кĕтменччĕ пулас, сасартăках сăнран улшăнчĕ.
– Мĕскер эсĕ, мана подводить тăвас тетĕн-им? Пĕлетĕн-и мĕнле çынсем килнине? Фирс Карпович вăл… Налук пухас ĕç пĕтĕмпех унăн аллинче. Кăштах çăмăллăх пултăр тесе чĕнтĕм ĕнтĕ. Эсĕ мĕскер, вăл кашни çĕрех çÿрет тетĕн-им? Юрать-ха Игорь пулăшрĕ.
– Вăл кам тата? Мĕнле шишкă? – чăтса тăраймарĕ Ира хуçа хĕрсе кайнине курсассăн.
– Вăл-и?.. Вăл хулари чи пысăк супермаркет хуçи. Унăнни пек пуян лавккасене шутласа кăларма пĕр алăри пÿрнесем те çитеççĕ пулĕ.
– Мунча кĕрейместĕп эпĕ, давлени хăпарса кайĕ те…
– Апла-тăк кунтах лар, чей хатĕрле. Кайран тата кам пуçтарса хăварĕ.
Килĕшме тиврĕ. Кадеров мунча алăкне уçсанах кулни, кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ. Ира сиксе вĕрекен сăмавара сÿнтер-чĕ те тепĕр алăкне уçса пăхрĕ. Выртса канмалли пÿлĕм иккен…
Кăшт вăхăт иртсессĕн лешсем кĕпĕртетсе тухрĕç, кăкăртан аялалла простыньпе чĕркеннĕ, ахлата-ахлата сывласа сĕтел хушшине ларчĕç. Аванах çапăннă пулмалла, хĕрелнĕ ÿтсенчен ăшă пенине юнашар тăракан Ира аванах туйса илчĕ.
– Ира, эсĕ мĕншĕн кĕместĕн тата? – ыйтрĕ çутă çам-калли. – Ну эсĕ те вара, хăвна валли мĕнле чиперккесене суйласа илмеллине аванах пĕлетĕн, – терĕ директора çурă-мĕнчен çемçен çапса илсе.
– Практикăра-ха вăл. Вĕренсе пĕтерсен унта куç курĕ, -пачĕ пĕчĕкçĕ шанчăк Ира çине кăмăллăн пăхса.
– Апла-тăк пушшех, практиканткăн пурне те вĕренсе юлмалла, çав хушăрах мунчара мĕнле массаж тумаллине те, – печĕ хăйĕннех арçын куркана сăра тултарса.
Ку хутĕнче вара эрехне пĕрер черкке кăна ĕçрĕç, ăш хыпнине пусарма сăра меллĕрех пулчĕ курăнать. Ира асăрхаман та, леш йăкăлтисем иккĕшĕ те Фирс Карпович çумĕнче иккен, çимеллисем хура-хура параççĕ, ĕçсе пынăçемĕн сăра тултараççĕ.
– Мĕн сăрапа çеç, эсир ăна массаж туса ярăр-ха, – сĕнчĕ куларах чаплă лавкка хуçи.
– Кун пек çурăма пĕччен çĕнтерес çук, футболла выля-малăх та пур, – терĕ тĕксĕмрех сăнли. – Атя пĕрле, – чĕнчĕ теприне.
Вара вĕсем виççĕшĕ те канмалли пÿлĕме кĕрсе кайрĕç. Кусем вара тÿрех ĕç пирки калаçма тытăнчĕç. Мунчара та канăç çук иккен. Пăхма çеç савăннă пек тыткалаççĕ, ăшра кăткăс ыйтусем хĕвĕшеççĕ иккен. Укçа канăç памасть.
– Коттеджне кăçал лартса пĕтерет ĕнтĕ вăл, шалти ĕçсем кăна юлнă, – пĕлтерчĕ хăна.
– Кала ăна, сĕтел-пуканне пĕтĕмпех хам çине илетĕп, -хушрĕ директор хăйĕн шанчăклă тусне.
Сав хушăра тĕксĕмрех сăнли тухрĕ те мунчаналла утрĕ, ун хыççăн кусем те кĕрсе çухалчĕç. Канмалли пÿлĕмрен сăрхăнса тухакан сасса итлесе ларас мар-ха тесе Ира хывăн-малли пÿлĕме куçса ларчĕ…
Курмалли, тĕлĕнмелли Ирăшăн ун чухне темĕн чухлех пулчĕ. Енчен те ĕçе çакăн пек арçынсем патне лексен мĕскер кĕтет-ха ăна. Пичетлеме, компьютерпа ĕçлеме пĕлни çеç çите-лĕксĕр иккен, чыса та шеллемелле мар.
– Практика кĕçех вĕçленет ĕнтĕ, малалли пирки мĕн шутлатăн тата? – Ира шухăшне пĕлнĕ пекех ыйтрĕ Таланов троллейбусран тухсан.
– Халлĕхе нимĕн те пĕлместĕп-ха. Савăнтах юлма та май пур пек те. Анчах… – иккĕленĕвне каласшăн пулмарĕ вăл.

– Ĕç пирки, тен, хамăн калаçса пăхмалла мар-и?
– Пулăшас текенни пур-ха, анчах хăратăп.
– Мĕн пулчĕ вара?
– Качча тухма ыйтать вăл, – персе ячĕ пач кĕтмен çĕртен Ира. Хăй сăмахĕнчен хăй те хăраса ÿкрĕ. Ăçтан сиксе тухрĕ çак сăмах?
Таланов сасартăк Ира умне пырса тăчĕ те ăна икĕ аллинчен ярса тытрĕ. Аллисем хăйĕн кăштах чĕтреççĕ те пек. Акă куçĕсем те пĕр-пĕрин çине шăтарас пек пăхса илчĕç.
– Ира, мĕн калаçатăн эсĕ? Е шÿтлесе çеç каларăн?
– Мĕн пирки çак эсĕ?

– Качча тухасси пирки. Нивушлĕ çавăн пек çăмăлттайсем те пур вара, тÿрех качча илме хатĕр. Ира… Итле мана, çак шухăша пуçунтан кăларса пăрах. Качча тухма юрату кирлĕ. Эпĕ çакна эсĕ алла диплом илсессĕн калас тенĕччĕ: юрататăп эпĕ сана, Ирина; хирĕç мар пулсан авланма та хатĕр.
– Эпĕ те юрататăп, – терĕ те Ира пуçне Улатимĕр кăкăрĕ çине хучĕ. Лешĕ ăна ыталаса илчĕ те çепĕççĕн чăмăртарĕ. Пĕр самантлăха нимĕн шарламасăр тăчĕç. Ира хăлхинче каччă чĕри тапни чи хаклă юрă евĕрлех янăрать: ю-ра-та-тăп, ю-ра-та-тăп тесе тапнă пекех илтĕнет.
Кĕçех кивелсе хуралнă кĕпе сăнлă лутра çуртсем пуç-ланчĕç, шавласа тăракан хула куçран тухса ÿкрĕ. Кунта пачах урăхла тĕнче. Вара вĕсем хурал пÿртне кĕрсе паян каçпала кунта камсем лармаллине пăхрĕç те тухрĕç, урасем хăйсем тĕллĕнех Талановсем патнелле илсе кайрĕç, Улатимĕрĕн хăй амăшне Ирăпа лайăхрах паллаштарас шухăш çуралчĕ…
* * *

Чылай шухăша ăслă çынсем тахçанах каласа е çырса хăвар-нă иккен. Пире валлиех ĕнтĕ, пурăнма çăмăллăх пултăр тесе. Сеçпĕл сăмахĕсем те çавах, паян каланă пекех вырăнлă. Тĕлĕн-мелли кăна юлать генисен пысăк ăс-тăнĕнчен. Тепри ав Сеçпĕл çулĕнче ача шутĕнче кăна сиккелесе çÿрет. Ку вара халăх чунне, наци туйăмне хускатакан сăвăсем хайлать, Чăваш патшалăхĕ мĕнлерех пулмалли çинчен «Пирĕн вăй» ятлă манифест çырса пичетлет. Сеçпĕл шучĕпе, чăвашсенчен тăракан правительст-во, укçа-тенкĕне пĕр çĕрте тытса йĕркеллĕ усă курма – наци банкĕ, хастар чăвашсене пĕрлештерсе тăракан парти, хамăр ирĕклĕхе, патшалăха сыхлама – çар пулмалла иккен пирĕн. Чăваш çĕршывĕнче чăваш чĕлхи ирĕклĕн аталанса янра-малла.
Сапла, Сеçпĕл çырнисене вуласа пынăçемĕн Таланов пу-çĕнче ирĕксĕрех тепĕр сăнар тухса тăчĕ. Вăл – Иван Яковлев. Самрăк тĕпчевçĕ хăйне тахçантанпах канăç паман ыйту çине хуравлама май тупăннăшăн Архимед хăй саккунне уçнă чух-нехинчен те ытларах савăнчĕ пуль. Ав мĕншĕн вырăссем пире Яковлев çулĕпе ярасшăн, ав мĕншĕн пуçлăхсем, уйрăмах унчченхи парти ертÿçисем, Сеçпĕл çинчен калаçнă чухне ăна поэт вырăнне хурса кăна ырласшăн. Сеçпĕл патшалăх çынни, хальхи наци юхăмĕн никĕсне хываканĕ пулни пирки шарла-мастчĕç. «Хăй патшалăхне тăвайман халăх чыса, сума тивĕç пулаяс çук», – турĕ пĕтĕмлетÿ Таланов Сеçпĕлĕн хăюллă сăма-хĕсене чĕре патне илнĕ май. Апла-тăк, «Пăлхар» пĕрлешĕве хавхалантарса пыраканĕ, урăхларах каласан, унăн ялавĕ шăпах Сеçпĕл пулмалла та.
Чăнах та, мĕншĕн-ха Сеçпĕл калани пурнăçа кĕрсе пы-масть: министра лартма Мускаврисене сĕтĕре-сĕтĕре килеççĕ, пуçлăхĕ те вĕсен чăваш мар. Намăс! Хамăртан култарни çеç. Мĕнле ĕçре кăна пултарулăх кăтартмаççĕ пулĕ чăвашсем, министра лартма тивĕççи çук. Юри лартмаççĕ, чăвашсем хăй ăсĕпе пурăнасран хăраççĕ.
Тепĕр чухне тата чăваш хăй те айăплă пулас: ытлашши сăпайли чăрмантарать, хăюллисем сахалрах. Акă халĕ те хулара ун пуçлăхне суйламалли кун çывхарнă май лару-тăру хĕрсе пыни сисĕнет.
Хальхи мэр, Талановăн «тусĕ», суйлав умĕнхи ĕçне тахçа-нах пуçланă ĕнтĕ: вăл лавккана е шкула кĕрсе тухать-и, çурт лартнă çĕрте пулать-и, Атăл леш енне кайса курать-и – каш-ни утăмнех радиопа, телевиденипе пĕлтереççĕ, хаçатра та çырсах тăраççĕ. Тепĕр чухне вара радиопа пыракан вунă минутлăх передачăра мэр ятне ырласа вунă-вунпилĕк хутчен аса илеççĕ. Унтан ăслă, унтан лайăх, унтан пултаруллă çын хулара урăх çук та тейĕн. Хăш-пĕр журналистсем президент çине тăнипе тунă ĕçсене те мэр тунă пек кăтартма тăрăшаççĕ.
Юрать-ха, пĕр хăюллă чăваш тупăнчĕ, хула пуçлăхне суй-ланă çĕре хутшăнма килĕшрĕ. Хушамачĕ вара Ефремов, ĕлĕкхи Ехрем хуçасенни пекех. Ун тавра чăн-чăн чăвашсем чăмăртаннине курсассăн Таланов та çавăнталла туртăнчĕ, пухусене, тĕлпу-лусене çÿреме тытăнчĕ. Лешне кандидата тăратнă чухнехи пуху хăех пысăк хавхалану пачĕ. Хулари чи чаплă керменте ларма-тăма вырăн çук, ытларах ахаль çынсем, рабочисемпе пенсио-нерсем пухăннă. Тухса калаçакансем те чылайăн пулчĕç, Чече-ков профессор та сăмах илчĕ, чăвашла калаçрĕ. Малтан вăл хальхи мэр команди тунă лайăх ĕçсене асăнчĕ, тасалăхпа илем çине тимлĕнрех пăхма пуçланине палăртрĕ, çав хушăрах çитменлĕхсене, тума пултарнă ĕçсене кăтартрĕ, хула айккинчи урамсенче, уйрăм çуртсенче пурăнакансемшĕн нимĕнле ырă улшăнусем те çуккишĕн пăшăрханчĕ, чăвашлăха хĕснĕ тĕслĕхсене те манмарĕ. «Пире пуянсен мэрĕ мар, халăх мэрĕ кирлĕ», – тесе вĕçлерĕ сăмахне. Юлашки шухăшне вăл тепĕр хут вырăсла каларĕ. Чечековпа пĕр майлă пулнине çынсем тăвăллăн алă çупса палăртрĕç. Унтан сăмах мэр пулма тăратнă Ефремова хăйне пачĕç. Илемлĕ те сăпайлă, икĕ çĕрте аслă пĕлÿ илнĕ вăйпитти арçын, Патшалăх Канаш депутачĕ, ахаль çынсен нушине, хуйхи-суйхине лайăх ăнланакан чăваш. Про-грамми ун уçăмлă, хула хыснине мĕнле меллĕ усă курассине те чухлать. Тĕп тĕллевĕ – ĕççыннине, ваттисене, ачасене пулăшасси, хула пурлăхне, кунти заводсене таçти пуянсен аллине лекесрен упраса хăварасси, пурăнмалли çуртсене юсасси.
Сакăнта пулнă хыççăн Таланов тепĕр куннех «Пăлхар» пĕрлешĕвĕн кĕрекине пухрĕ. Калаçу самай хĕрÿллĕ иртрĕ, тавлашса кайнă самантсем те пулчĕç. Пĕрин шучĕпе хăшĕ вăйлăрах, хăшĕ выляса илме пултарать, çавăн майлă ĕçлемелле. Савăн пекки хальхи мэрах ĕнтĕ, ун патне каймалла та хăйне пулăшнăшăн мĕн те пулин ыйтмалла, тен, укçа та парĕ, тен, хамăра валли пÿлĕм уйăрса пама пулĕ. Теприсем ав тĕп хула пуçлăхне чăвашах лартмалла теççĕ. «Шупашкарта çитмĕл процента яхăн чăвашсем. Пурте пĕр шухăшлă пулса сасăласан çĕнтерÿ вăл кĕсьерех», – терĕ пĕри.
Сапла вĕсем хула пуçлăхĕ пулма тăратнă чăваша пулăшас тĕллевпе çамрăксемпе студентсем хушшинче ĕçлеме калаçса татăлчĕç, çакăн пирки лешĕн штабне пĕлтерме Таланова хушрĕç. Ку çеç те мар-ха, ăнăçлă ĕçлес тесессĕн Ефремов çинчен тĕплĕнрех каласа пама пĕлмелле, листовкăсем кирлĕ пулаççĕ.
Улатимĕр кĕнĕ-кĕменех штаб пуçлăхĕн кăмăлĕ унчченхи пек маррине асăрхарĕ, çамрăксем мĕнле йышăну туни çинчен пĕлтерсен тин кăштах улшăннă пек туйăнчĕ. Каярах вара сăлтавĕ те паллă пулчĕ.
Ефремов майлисен малтанхи пухăвĕсем самай йышлăн иртетчĕç. Кам кăна çукчĕ пуль унта – предпринимательсем те, лавкка хуçисем те, ентешлĕх ертÿçисем те, учительсем те, профессорсем те, милицире ĕçлекенсем те, артистсем те, писательсем те… Пĕр сутăнчăкĕ юлашки ларура мĕн калаçнине диктофонпа вăрттăн çырса илнĕ те хула пуçлăхне кайса панă. Ку çеç те мар-ха, камсем пуçтарăннине те пĕлтернĕ. Пуçланă вара лешĕ пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе илсе савалама, пĕрне лавкка çуртне туртса илессипе хăратать, теприн патне ыранах налук инспекцинчен пыма пултарассине асăрхаттарать, профес-сорсемпе доцентсем пирки ректорсем патне шăнкăравлать. Сапла вара уçăмлăн ĕçлекенсен шучĕ самаях чакма тытăнать. Кун пек чухне ăçтан савăнăçлă ларăн-ха? Сапах та шанчăка çухатмалла мар, çак ĕçе «пăлхарçăсем» хутшăнни те самай пысăк пулăшу. Студентсем хулара сахалăн мар вĕт. Тен, çавна пулах штаб пуçлăхĕ çамрăк активиста ăнăçу сунчĕ, мĕнле ĕçлемелле пирки те калаçрĕ, ытларах общежитисене çÿреме сĕнчĕ. «Чăрмав кÿрекенсем те тупăнĕç, анчах парăнмалла мар. Астăвăр: ректорсене, декансене вĕсене Ефремова хирĕçле ĕçлеме хушнă», – терĕ суйлавçăсемпе тĕл пулнă чухне кирлĕ хутсене чĕркесе парса.
Суйлав ĕçĕ вăл пачах урăхласкер, кăшкăрашни, ятлаçни çынсене часах сивĕтет. Паллă ĕнтĕ, ытларахăшĕ кунта чун хушнипе килеççĕ, пурнăçри йывăрлăхсене пĕтерме май çук-ши тесех. Сав хушăрах кăштах укçа сăптăрса илме ĕмĕтле-некенсем те тĕл пулаççĕ. Кун пеккисене часах пĕлме пулать, енчен те депутат е мэр пулма хатĕрленекен çын укçине питĕ хĕссе-пĕссе тыткаласан, штаба килме пăрахаççĕ; çав çынсенех вара кайран тепĕр кандидат командинче курма пулать. Вĕсем укçашăн кăна çунса çÿреççĕ. Леш сутăнчăк чăваш та ахальтен диктофон чиксе пыман ĕнтĕ.
Таланов ирех тăчĕ те кăштах хуçкаланса илнĕ хыççăн хырăнса, çăвăнса тасалчĕ, тумланма пуçланăччĕ кăна радиопа леш «Столичный курьер» текенни пуçланчĕ. Калаçаканĕ каллех хула пуçлăхне мухтаса ун ÿтне пур çĕртен те чуптуса çулласа пĕтерчĕ тесен те юрать. Ак тамаша, каллех тĕлĕнмелле хыпар: çыравçăсен пĕр ушкăнĕ кĕлмĕçленсе мэр патне кайнă, урăхла каласассăн чăвашсене сутма ĕнтĕ. Дикторĕ вара çакна пĕтĕм чăваш интеллигенцийĕ хула çыннисене хальхи пуçлăхшăн сасăлама чĕнет тесе пĕлтерет. «Апла эппин чăвашсене унталла-кунталла турткалама пуçларĕç. Тен, хăшĕ-пĕрисем çавăн пек çула хăйсемех шыраççĕ», – пăшăрханса илчĕ çамрăк препо-даватель.
Уроксем пуçланиччен директорпа калаçса пăхасчĕ тесе Таланов училищĕне васкарĕ. Лешĕ те ирех пырса ларнă иккен.
– Анланатăп сана, тусăм, хам та депутат пулса курнă, -терĕ директор хастарлă çамрăк каланине итленĕ хыççăн, -суйлав тути-масине лайăх чухлатăп. Администраци енчен кăтартусем парсах тăраççĕ, кандидатсем хăйсем те килсе çÿреççĕ. Директорăн никама та хирĕçлемелле мар, йĕрки çапла, пурне те шантарсах кăларса ямалла. Ĕçне вара… Тÿрех калатăп, эпĕ хам Ефремов майлă. Ман енчен чару çуккă, анчах ытларах вĕренекенсене хăйсене ĕçлеттер, ашшĕ-амăшĕпе калаçтар, общежитисенче пулччăр. Воспитани енчен те усăллă ĕç вăл. Ман шутпа, калаçăвăн тĕшшине те питĕ тĕрĕс тупнă, «халăх мэрĕ» – начар янрамасть.
– Чечеков сăмахĕ вăл.
– Чечеков?.. Маттур чăваш. Эпир унпа депутат чухне пĕр ушкăнра тăраттăмăрччĕ, «Самана» ятлăччĕ пирĕн пĕрлĕх. Пурте чăвашсемччĕ. Ертсе пыраканĕ Чечеков доцентчĕ.
– Халĕ вăл профессор ĕнтĕ.
– Аслă çын. Курсан салам кала, – терĕ директор алăк патнелле утакан Таланова.
Учитель ĕçĕ пек пархатарлă ĕç çĕр çинче урăх çук та пулĕ. Ана эпир хамăр ачамăрсене шанса паратпăр. Урăхла каласан, пĕтĕм пуласлăх унăн аллинче, çемье шайĕпе пăхсан та, çĕршыв шайĕпе те çавах. Тепри тата тухтăр ĕçĕ те çаплах вĕт-ха теме пултарĕ. Сук пуль çав. Тухтăр вăл ытларах сывлăха чир-чĕртен сыхлассишĕн тăрăшать. Учитель вара çамрăка пур енлĕ аталану парассишĕн ĕçлет, кĕскен каласассăн – çын пулма вĕрентет. Пĕлÿ, ăс-тăн, тавракурăм шайĕ ытларах мĕнле учительсем вĕрентнинчен килет.
Таланов паян виçĕ группăпа ĕçлерĕ, кашнинчех суйлав пирки те сăмах тапратрĕ. Малтанлăха кăшт кăна ĕнтĕ, каярах вара самай уçăмлăн, камшăн сасăламаллине пĕлтерсех. Шел, Ира группи практикăра, вăл çукки сисĕнет çав, училищĕре темĕскер çитмест пек. Ирăсăр самай пушă пек курăнать.
Тĕрĕссипе каласан, паянхи уроксене лайăх иртрĕç теме май çук, çыравçăсем çапла хăтланни пуçран тухмасть. Таланов чăтса тăраймарĕ, уроксем вĕçленсенех кама та пулин курмăп-ши тесе писательсен çуртне васкарĕ.
Улатимĕр çитнĕ çĕре леш çуртран пĕри тухать, шăпах ĕнер хула пуçлăхĕ патне пуç тайма кайнăскер, çыравçăсенчен чи ватти.
– Ырă кун пултăр сире, Анисса Николаевна, мĕнле пурăнатăр? – терĕ Улатимĕр, картлашкаран хуллен анакан ватă çынна пулăшса.
– Аванах-ха, кам пултăн çак эсĕ, паллаймарăм.
– Таланов теççĕ мана, «Пăлхар» пĕрлешÿ ертÿçи.
– Илтнĕччĕ-ха. Хаçатра та çырнăччĕ пулас.
– Сапла, чăваш çамрăкĕсем хуллен чăмăртанаççĕ-ха.

– Вăл лайăх-ха. Эпир ав, çыравçăсем, аппаланса пĕтрĕмĕр, миçе союзне те пĕлсе çитереймĕн.
– Анисса Николаевна, эсир ĕнер хула пуçлăхĕ патĕнче пулнă терĕç, радиопа та пĕлтерчĕç.
– Чĕнчĕç те кайрăм ĕнтĕ, сăлтавĕ те пурччĕ те, пĕрре кĕрсе курас терĕм. Пичете хатĕр алçырăвĕ пурччĕ те, кĕнеке издательствинче те темиçе çул выртрĕ, ĕç тухмарĕ, спонсор кирлĕ теççĕ, çавна кăтартса пăхас терĕм.
– Тытса пăхрĕ-и вара?
– Чăвашла пĕлмест курăнать. Сапах та пулăшма сăмах пачĕ, çакă суйлав хыççăн хăех юлсассăн терĕ. Суйлавĕ темле иртĕ çав.
– Ыттисем тата мĕн ыйтрĕç?
– Нуши вăл кашнийĕнех пур. Пĕрин хваттерĕ хĕсĕк, теприне тава тивĕçлĕ ят кирлĕ, виççĕмĕшне Шупашкар çинчен çырнă кĕнекине кăларма пулăшнă иккен, унăн пымаллах пулнă ĕнтĕ, çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ вĕт.
– Халĕ вара хула мэрĕ хăвăра пулăшасса ĕненсех çÿре-тĕр-и эсир, Анисса Николаевна? Чăвашсене пачах юратман çын хăй сăмахне тытĕ-ши? Суйлав умĕнхи ултавлă калаçу кăна мар-ши вăл?
– Аçтан пĕлĕн-ха ăна? Самрăк çыравçăсем унпала туслă курăнать, суйлав вăхăтĕнче пулăшма та килĕшÿ турĕç. Ĕнерхи ĕç пурне те килĕшмерĕ пулмалла çав, ирех шăнкăравлама тытăнчĕç, чăвашсене сутма кайрăр-им текенсем те тупăнчĕç. Маншăн пулсассăн… Эпĕ çав кĕнекене кăларма пулăшу такамран та, шуйттанран та ыйтма хатĕр. Тен, вăл маншăн юлашки кĕнеке пулĕ.
– Вăл çапла пуль-те-ха, енчен те хула пуçлăхне чăваша суйласассăн ун пек ыйтусене татса пама çăмăлрах вĕт.
– Ефремова ăна пурпĕрех мала тухаймасть теççĕ те. Сапла калаçса пырса Таланов ватă хĕрарăма троллейбуса
лартсах ăсатса ячĕ. Хăй вара Ефремовăн суйлав штабĕ патнелле пăрăнчĕ, пуçри йывăр шухăша пула хуллен кăна утса пычĕ. «Нивушлĕ тава тивĕçлĕ ятшăн е кĕнекешĕн чăваша пулăшас тивĕçе, таса чыса çапла сутмалла вара. Тепĕр тесен тата çав тахçан çырнă кĕнеке вăл хальхи вулавçа тивĕçтереес те çук. Авторне курсанах паллă ĕнтĕ, ĕлĕкхи шухăшлав кап-кăнĕнчен çăлăнса паянхи пурнăçа тĕрĕс ăнланса сăнарласа параяс çук».
Юрать-ха, пурнăç пĕр тĕслĕ мар, хурипе юнашар шурри те пур. Таланов паян тепĕр пултаруллă та хăюллă чăвашпа паллашрĕ. Нумай вăхăт хушши Сĕпĕрте пурăннă хыççăн аттесем пилленĕ çĕр çине каялла килнĕскер, Нил Гаврилов ятлă.
Пурнăç çулĕ унăн такăр пулман, ялта çуралса ÿснĕскер хăй шăпине хăех майлаштарса пынă, вĕреннĕ, ĕçленĕ, йывăр-лăхран хăраман. Газ кăларнă çĕре лексессĕн тавçăруллă чăваш каччи ĕçе çăмăллатмалли сĕнÿсем пама тытăнать, премисем те илет. Кĕçех ăна ертсе пыракансен ушкăнне илеççĕ. Сапла майĕпен ÿссе пырса пысăк начальникех çитет, çĕршыва усăллă пысăк ĕçсемшĕн патшалăх преми илме те тивĕçет. Шалăвĕ те пĕчĕкех пулман ĕнтĕ, лайăх тупăш паракан акцисене илме те тавçăрулăх çитернĕ. Пĕр сăмахпа каласассăн, тăван яла пушă алăпа килсе кĕмест; малтан вăл ашшĕ килне çĕнетет, унтан пĕччен пурăнакан ватăсен шăпине кăштах çăмăллатас тесе вĕсем валли хăтлă çурт лартса парать, каярах вара чиркÿ те парнелет, пĕр çынах ял пурнăçне чун кĕртет.
Халĕ Нил Гаврилов хăйĕн пархатарлă ĕçне Шупашкарта туса пырать. Тÿрех каламалла, çак хулара халĕ тĕнчере мĕн пурри пурте пур. Асăрхануллăрах пулмасан тĕлĕнмелли те, кулянмалли те часах сиксе тухать.
– Мĕн тери пысăк йăнăш тунă иккен эпĕ, – терĕ Гаврилов суйлав штабĕнче ларакансен умĕнче, – çыравçăсене ĕненнĕ эпĕ, наци юхăмне ертсе пыракансен шутĕнче пуль тесе хисепленĕ, май килнĕ таран укçапа та пулăшнă. Икĕ питлĕскерсем иккен вĕсем: чăвашлăх пирки калаçаççĕ, кĕнекесем çыраççĕ, пурнăçра вара пачах урăхла, укçашăн, чапшăн амăшне те сутма хатĕр. Сакăнта килсе ĕçе кÿлĕнес вырăнне, мĕскĕнсем, теприн патне кĕшĕлтетсе кайнă вĕт-ха вĕсем, хăйсенчен култарса çÿреççĕ. Хамăрăн та урăхларах ĕçлемелле. Савна шута илсе хаçат кăларма пуçлас тетĕп. Эсир вара ăна халăх хушшине сарассине йĕркелĕр.
Таланов кун пек хăюлăха пĕрремĕш хут курать. Пăхма Нил Гаврилов лутраскер кăна, шухăшпа, хастарлăхпа пурин-чен çÿллĕ тăрать. Уçăмлă ĕç çынни иккен вăл, кун пеккисем наци конгресĕнче те сахал.
Чăнах та, тепĕр темиçе кунтанах Таланов аллине çĕнĕ хаçат лекрĕ. Мĕн тери савăнăç! Ана вăл пĕр сăмах сиктермесĕр вуласа тухрĕ те тÿрех мĕнле тиражпа тухнине пăхрĕ. Ба! Шупашкарта тухакан хаçатсенчен пуринчен те нумайрах иккен. Статйисем тата… Пĕри тепринчен çивĕчрех, хулан тепĕр енлĕ пурнăçне уçса параканскерсем. Пиртен нумай япалана пытарса усраççĕ иккен, бюджет укçи ăçта кайнине те, çĕр айĕнчи трубасене паянах ылмаштарма пуçламасан çитес вăхăтрах мĕн кĕтнине те, хула администрацийĕн ăшăпа çутă паракансен умĕнчи парăмĕ çур миллиарда яхăн пулнине те…
Анчах пичет вăйĕпе лешсем те питĕ ăнăçлă усă кураççĕ, уйрăмах хула хаçачĕпе. Акă, паянхи номерте паллă çынсем чĕнсе каланине пичетленĕ. Пĕри республикăри коммунистсен ертÿçи, вăл та чăваш. Паллă ĕнтĕ, кусем асли мĕн хушнинчен пăрăнас çук, Ефремовшăн сасăлас çук. Ку çеç те мар, ватăскерсем килтен киле хальхи мэршăн сасăламалла тесе çÿреççĕ. Тепри Мускавра пурăнакан паллă генерал, ку та чăваш, Шупашкара шăрттан çиме килкелесе çÿрекенскер, кунти лару-тăрăва пачах та пĕлменскер. Тахăшĕ ун патне çитсе алă пустарса килнĕ вĕт-ха. Виççĕмĕшĕ вара Мускав хулин пуçлăхĕ, кунтисемшĕн питĕ сумлă хăна шутланать. Вăл килсе çÿрени пирки темĕнле сăмах та çÿрет, анчах тĕрĕсреххи Шупашкарти пысăк заводсене Мускав аллине çавăрса илессиех ĕнтĕ. Ахальтен кунти пурлăх комитечĕн пуçлăхне Мускав çыннине лартмарĕç пуль. Майне пĕлеççĕ вĕсем, мĕншĕн Шупашкар мэрне пулăшас мар.
Сук, кун пек юрамасть. Таланов хăйĕн юлташĕсене пухрĕ те лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вара вĕсем çĕнĕ хаçата кашни общежитие, кашни пÿлĕме çитерме тĕллев лартрĕç, хаçат уйăрса панă çĕре кĕчĕç. Ира та пĕрлех пулчĕ, фирмăри çынсене тĕрĕслесе пăхма тесе çирĕм хаçат кăна илчĕ. Кăштах шикленÿ те пур, директор курсан мĕн калĕ-ши? Вара вăл тепĕр кунне ĕçе иртерех кайрĕ те хаçатсене рабочисем иртсе çÿренĕ çĕрти кантăк саккисем çине хурса тухрĕ, каярах тĕрĕслерĕ, цеха та кĕрсе пăхрĕ, лешсене илсе пĕтернĕ иккен. Тĕрĕс тăваççĕ, ку хаçат шăпах ахаль çынсем валли, вулаччăр, тен, шухăш-кăмăлне çырса пĕлтерекенсем те тупăнĕç.
Хаçат салатасси те çăмăл ĕçех мар, чăрмав кÿрекенсем тупăнсах тăраççĕ. Ав, пĕр общежитинче икĕ студент хаçат чĕрки йăтса кĕнине комендант курать те тытса чарать, ку хаçата салатма юрамасть тесе туртса илме хăтланать. Лешсем парасшăн пулман, тавлашса тытăçсах каяççĕ, вахтерĕ милицие шăнкăравлама пуçлать. Кусен вара тухса тармалли кăна юлать, çапах та хаçатне пĕрлех илсе тухаççĕ. Хăйне майлă урок ĕнтĕ, чеерех пулмалла, хĕве е дипломата чиксе илсе кĕмелле.
Тĕнче вăрттăнлăхне питĕ тимлĕ асăрхама пĕлекенсем уçса пани паллă ĕнтĕ. Юрать-ха, çавсем пур. Енчен те Исаак Ньютон панулми мĕншĕн хăй тĕллĕн татăлса ÿкнине сăнаман пулсан пире валли физика законĕ çырса хăвараймастчĕ.
Асăрхамалли, сăнамалли вăл кулленхи пурнăçра та темĕн чухлех. Акă паян Таланов хаçат салатма пынисен шутĕнче пĕр арçын пуринчен те ытларах илнине асăрхарĕ. Чим-ха, çак çынах ĕнер хальхи мэрăн суйлав штабĕнчен тухатчĕ мар-и? Тен, вăл та мар, пĕр пек çынсем пулаççĕ вĕсем. Сапах та лешĕ кайсанах камăн хăш урамра салатмаллине çырса хунине пырса пăхрĕ: Иван Франко урамĕшĕн яваплă иккен. Чăтса тăраймарĕ, чупса тухса леш арçын ăçталла кайнине пăхрĕ. Васкамасть иккен, тухнă-тухманах пирус чĕртсе ячĕ, хуллен çулăн тепĕр енне каçрĕ те сăра сутнă çĕре кĕрсе çухалчĕ. Таланов çаплипех пăхса тăчĕ.
– Улатимĕр! Эпир кайрăмăр, – илтĕнчĕ арçын сасси. Университетрисем хаçат илсе каяççĕ иккен, каччăпа хĕрача. Шăп çав самантра леш арçын тухрĕ те пачах тепĕр еннелле утрĕ.
– Атьăр манпа пĕрле, – терĕ Таланов студентсене.
– Аçта каймалла вара? – ыйтрĕ хĕрачи.
– Кайран веçех каласа парăп. Халь шăп пырăр.
Ак тамаша, леш арçын кĕлли чалăшнă пушмакне сĕтĕрсе утса теприсен штабĕ патне çывхарса пычĕ. «Лешсене кĕртсе парать ĕнтĕ, – тавçăрса илчĕ тинех Улатимĕр. – Ахаль мар ĕнтĕ, сăра ĕçмелĕх тÿлеççех». Мĕн тумалла-ха? Сумкине туртса илсен кăшкăрашма тытăнĕ. Сук, урăхларах тумалла. Таланов пĕрле пыракан хĕрача сумкине илчĕ те васкарах утса леш арçынпа танлашрĕ, штаб патне çитсессĕн: «Кунта мĕн чухлĕ тÿлеççĕ вара?» – ыйтрĕ лешĕн умĕнче пĕр хаçатне силлесе кăтартса.
– Пĕриншĕн вунă пус. Эсĕ мĕншĕн питĕ сахал илнĕ вара? Кунта сан пĕр бутылкăлăх та пулмасть.
– Э-э, çук. Бутылкăлăх пулатех. Эпĕ тепĕр çĕре паратăп.
– Унта миçе пус тÿлеççĕ вара?
– Сирĕм.
– Сирĕм пус? Мана та пĕрле илсе кайăр-ха, – тархаслама тытăнчĕ арçын чарăнса тăрса.
– Хăвăн кăмăлу. Ут эппин пĕрле, кунтан инçех мар, -терĕ Таланов. Каласса каларĕ те-ха, ăçта каймаллине тÿрех тавçăрса илеймерĕ. Тен, Ефремов штабне илсе каймалла мар-и? Алăкĕ çинче ун сăнĕ çакăнса тăнине курсанах тавçăрса илĕ те… Вара вăл çак çынпа Нил Гаврилов офисне çул тытрĕ. Сула май кăштах калаçкаласа та илчĕç, миçешер хаçат илнине те пытармарĕç.
Нил Гаврилов хăй патĕнчех. Таланов пĕчченех кĕчĕ те мĕнле тĕллевпе килнине кĕскен кăна ăнлантарса пачĕ. Нумай калаçса тăмалла мар, ĕçе хăвăрт туса ирттермелле. Гаврилов тÿрех тавçăрса илчĕ. Лешне чĕнсе кĕртрĕ.
– Санăн миçе хаçат вара? – ыйтрĕ Гаврилов.
– Пилĕкçĕр аллă. Анчах пурне те памастăп эпĕ, аллăшне Франко урамĕнчи хваттерсене çитермелле, почта ещĕкне пăрахмалла. Ман хыççăн тĕрĕслекенсем çÿреме пултараççĕ.
– Лар-ха эсĕ, кăштах калаçар, – терĕ Гаврилов сигарет сĕнсе. – Мĕн ятлă пулатăн-ха?
– Алексей.
– Алексей, ку вăл пирĕншĕн çав тери сахал. Ытларах кирлĕ.
– Ыран татах илсе килме пултаратăп.
– Сук, ыттисене те пĕлтересчĕ, ячĕсене калаймăн-ши? -ыйтрĕ Гаврилов. – Хăвна тата кам ăс пачĕ?
– Кÿршĕ арăмĕ суйлав штабĕнче урай тата савăт-сапа çăвать. Лайăх çĕре лекнĕ вăл, кашни каçах питĕрĕнсе ларса ĕçеççĕ тет. Юлашки юлни веçех ăна тивет. Мăшăрĕ валли те илсе тухать. Мана та хăналарĕç. Сав хĕрарăм упăшки сĕнчĕ. Вăл çак ĕçе унчченех пуçланă иккен.
– Тусу мĕн ятлă вара санăн?
– Иван-и? Ванька Свеклов.
– Ыттисем мĕн ятлă тата?
– Сăнран паллатăп-ха. Пĕри Нинăччĕ пулас. Ыттисене пĕлместĕп. Пĕр вăхăтра пыман та.
– Алексей, итле. Акă сана çĕр тенкĕ. Ыран та çĕр тенкĕ пулĕ, енчен те ыттисемпе паллаштарсан.
– Мĕншĕн паллаштарас мар, – терĕ Алексей хĕпĕр-тесех.
Сапла турĕç те. Тепĕр кунне Талановпа Алексей кунĕпех хаçат пайланă çĕрте ларчĕç. Сутăнчăксем хаçат илсе тухнă чухне коридорта вĕсене Гавриловпа юлташĕсем кĕтсе тăчĕç, юнашар пÿлĕме чĕнсе кĕртсе калаçрĕç, интервью илнĕ пек çырса та илчĕç, сăнÿкерчĕксем те турĕç, паллах, пушă алăпах кăларса ячĕç. Пурĕ пилĕк çын тупăнчĕ.
Хаçатăн çитес номерĕнче вара хула пуçлăхĕн команди мĕнле ĕçленине тăрă шыв çине кăларакан паха статья пичетленсе тухрĕ. Савăнтах тата тепĕр лайăх материал та пулчĕ. Чечеков тăрăшнипе культурăпа искусство çыннисем Ефремовшăн сасăлама чĕнсе каланине пичетленĕ. Чечековпа пĕрле тата пиллĕкĕн алă пуснă, пурте чăвашсем пĕлекен паллă çынсем. Анчах алă пусакансене тупма çăмăлах пулмарĕ, пĕри ав прописка хулара мар тесе пусмарĕ, тепри суйлав вăхăтĕнче командировкăна каятăп терĕ, виççĕмĕшĕ хăй тепĕр кандидатшăн пуснине пĕлтерчĕ. Сапах та хăюллисем тупăнчĕç. Таланов çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕ.
Суйлав участокĕнче асăрхаса ларакансен шутĕнче пăл-харçăсем те пулчĕç. Сакă вăл вĕсемшĕн вуншар лекцирен те усăллă ĕç пулчĕ, пурнăç шкулĕ тесессĕн те юрать. Самрăксем куç умĕнчех улшăнса пычĕç, хăйсене мăнаçлăрах тытни сисĕнчĕ.
Пилĕк кандидатран иккĕмĕш тура хальхи мэрпа Ефремов тухрĕç. Сакă вара лешсемшĕн пач кĕтмен хыпар пулчĕ. Вĕсем пĕрремĕш туртах çĕнтересси пирки пачах та иккĕленмен. Ĕç тухмарĕ. Пĕр виçĕ кун хыççăн шок текеннинчен тухсассăн ĕç мелĕсене пачах улăштарчĕç. Гаврилов йĕркеленĕ хаçата Шупашкарта пичетлеме чарчĕç, пĕр типографи те илмест, Йошкар-Олана кайма тиврĕ; Ефремова халăхпа тĕл пулса калаçма йывăрланса çитрĕ, культура керменĕсене кĕртесшĕн пулмарĕç, хаçат саракан икĕ студента тытса хĕнерĕç; Ефремов сăнÿкерчĕкне темĕн чухлĕ çаксан та ирхине тăнă çĕре сĕве-сĕве пăрахрĕç; хулара хальхи мэр сăнĕ кăна тăрса юлчĕ, ун майлă радиопа, телевиденипе правительствăри пысăк чинсем туха-туха калаçрĕç, Нил Гаврилов патне темиçе хутчен те пырса хаçата пачах хупассипе хăратрĕç, хăш-пĕр статьясемшĕн суда та пачĕç, ĕç тухмарĕ.
Гаврилов вăл нумай калаçаканскер мар, анчах вăл çырнă сăмах вара питĕ çивĕч иккен, тĕрĕссине калать, ăна ниепле те саваласа пăрахаймăн. Ун хаçатне халăх йышăнчĕ. Чечеков пулăшăвĕ те питĕ вырăнлă пулчĕ, уйрăмах радиопа темиçе хут та чăвашсене чĕнсе калани, паллах, тÿлевлĕ мелпе ĕнтĕ. Халăх ăна пĕлет, ун сăмахне хаклать, ма тесессĕн Чечеков вăл ăсчах кăна мар, паллă çыравçă та, чи лайăх юрăсен авторĕ. Ун юрри радиопа янăраман кун иртмест. Тĕрĕссипе каласан, Ефремов майлă ĕçлекен çыравçăсенчен Чечеков пĕчченех тăрса юлчĕ, ыттисене е илĕртсе, е хăратса пăрса ячĕç. Шурă çуртрисем Чечековпа та калаçса пăхрĕç, Ефремовшăн тăрăшнине сивĕлерĕç, анчах лешĕ хăй çулĕнчен пăрăнмарĕ, Шупашкар мэрĕ чăваш пулмалла тесе статья çырчĕ.
Иккĕмĕш турта Ефремов кăшт кăна выляса ячĕ. Чылай çĕрте, уйрăмах рабочисем пурăнакан участоксенче, выляса та илчĕ. Чи пысăк кăтарту студентсен хулинче пулчĕ. Таланов тăрăшни сая каймарĕ. Эх, енчен те чăвашсем пайланса кайман-тăк, пĕр ушкăнпа Ефремовшăн тăрăшнă пулсассăн… Наци конгресĕ те хăй шухăшне уçăмлăн калаймарĕ; чăваш çынни-шĕн йĕркеленĕччĕ вĕт-ха ăна!
Сапах та чăн-чăн чăвашсен ĕçĕ уссăр пулмарĕ, самай курăмлă çитĕнÿ тесен те юрать. Чылай çыннăн куçне уçрĕ вăл, президент пулма ĕмĕтленекенсен карттисене те пăт-раштарса ячĕ. Ефремов майлисем çакă суйлавран вăйланса, ăсланса тухрĕç, мĕнле ĕçлемеллине те вĕренчĕç. Апла эппин Шупашкарта чăн-чăн чăвашсем пĕтмен-ха, тен, малашне нумайрах та пулĕç.
Таланов вара урăхларах пĕтĕмлетÿ турĕ: пĕтĕм вăя çам-рăксем еннелле ямалла, ача пахчинчен пуçласа аслă шкула çитичченех наци туйăмне вăйлатса пымалла, вĕрентекен-сене те пулăшмалла, чылайăшĕ кивĕллех ĕçлеççĕ-ха. Суйлав кунĕ Таланов Ирăпа курса калаçасчĕ тесе хăй вĕреннĕ шкула кĕнĕччĕ. Паллă ĕнтĕ, Ирина суйлав мĕнле иртнине Ефремов майлисен шучĕпе асăрхаса ларать, тепĕр сĕтел хушшинче вара Улатимĕре вĕрентнĕ ватă учитель, вăл та чăваш, анчах ком-мунист пулнăран Ефремова хирĕççисен шутĕнче. Вăт çапла, чăвашшăн чăваш хурăнташах мар çав. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха, мĕншĕн кÿршĕри тутарсем пек туслă мар-ха эпир? Пирĕн чуна, пирĕн юна çапла кам пăсса янă-ши вара?
Таланов хăй тусĕсене пухрĕ. Суйлавра мĕнле ĕçленине сÿтсе явнă хыççăн çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç. Вĕсенчен пĕри районти çамрăксемпе ĕçлесси, тепри вара пуçа ыраттараканскерех.
Таланов хăй сĕнĕвне çапла ăнлантарса пачĕ.
– Эпир чăваш ĕçчен çын пулнине палăртма юрататпăр, ыттисем те мухтаççĕ. Ăçтан мухтамăн-ха: чи хура та йÿнĕ ĕçе тăваканĕ шăпах çавă пулать те. Урам шăлать, çурт купалать, выльăх ÿстерсе парать, хулари йывăçсене, чечексене шăварса тăрать, начальниксене урай çуса парать… Юрласса та «алран кайми аки-сухи» тесе юрлать. Ситменнине çак юрра конгресс гимнĕ тесе йышăннă. Аса илĕр-ха, мĕнле сăмахсемпе вĕçленет-ха вăл?
– «Ай ĕçер-и, ай çиер-и», – терĕ пĕри.
– Вăт çапла, ĕçнĕ-çинĕ чухне пĕрле-ха эпир, пĕрне-пĕри хÿтĕленĕ чух вара туслах мар, чунра та мăнаçлăх сахал. Чăваш арçыннин хăюлăхĕ в ăл арăмĕпе хирĕçнĕ чухне çеç çивĕч, çапса пăрахма та хатĕр. Тата тепĕр япала, хăй телейне пĕччен шырать. Заводсенче ĕçлекенсен шутне кĕскетнĕ чухне те çĕр-шер чăваш кар! пухăнса: «Эсир мĕншĕн чăвашсене ĕçрен кăларса яратăр. Сакă завод пирĕн мăн асаттесем пурăннă çĕр çинче ларать. Пирĕн пурин те кунтах ĕмĕр вĕçлемелле. Эсир юриех пире кăларса тĕрлĕрен варягсене ырлăх туса парасшăн. Пăхăр-ха, завод управленинче те чăвашсем çукпа пĕрех. Пирĕн чухăнлăха пула малтан акцисене сăптăрса илтĕр, халĕ хамăра кутран тапатăр. Сук! Эпир ниçта та каймастпăр! Кирлĕ пулсассăн ыттисене кĕскетĕр!» – теме хăюллăх çитереймеççĕ вĕсем. «Ах, мана тĕкĕнмерĕç-ха», – тет те лăпланать, ытти-семшĕн хыпăнмасть.
– Аплах мар ĕнтĕ, Улатимĕр, – терĕ пĕри, – тăвансемпе йĕркеллех пурăнаççĕ вĕт-ха.
– Сук, эп ун пирки мар, çак ырă туйăм наци шайне çити çĕкленейменнине каласшăн. Чăваш чĕлхине суд тунă чухне те ăна хÿтĕлеме пилĕк çын кăна пынă теççĕ. Йывăр пурнăç чăваша хăй камне мантарса пынă. Ĕлĕк-авал вăл пĕр аллипе ĕç хатĕрĕ тытнă-тăк, тепринче чукмар е хĕç пулнă. Хĕç тытма маннă арçын ăçтан хăйне харсăр та хăюллă тыт¬калатăр-ха. Пăхăр-ха эсир, Кавказра пурăнакансем уява мĕнле тумланса тухаççĕ, кинжалсăр пĕр арçын та çук. Чăваш арçынĕ вара тĕрленĕ кĕпе тăхăнать те Шупашкар урамĕпе ташлам пекки тукаласа сиккелесе пырать. Атьăр-ха çакăнта пĕр çĕнĕлĕх кĕртер, хамăр камне уçăмлăрах кăтартар.
Вара вĕсем республика кунне уявланă чухне чăваш çам-рăкĕсен колоннине йĕркелесси пирки тавлаша-тавлаша пĕр чĕлхе тупрĕç, хатĕрленме тытăнчĕç…
* * *

Пĕрре çапла Улатимĕрпе Ира троллейбусран тухса «Шанхай» еннелле пăрăннăччĕ кăна, юнашарах машина кăшкăртни илтĕнсе кайрĕ, кăшкăртать те кăшкăртать. Кусем çавăрăнса пăхрĕç. Кадеров иккен. Тÿрех çамрăксем патне утса пычĕ.
– Ира, юлташупа паллаштар ĕнтĕ.
– Таланов Владимир, – пĕлтерчĕ хĕр.
– Кадеров, Ира ĕçлекен фирма директорĕ.
– Питĕ аван, сирĕн ята илтнĕччĕ-ха, хăвăр çуралнă яла пулăшни çинчен çырнине те вуланăччĕ.
– Вăл нимех те мар-ха, Ира, ăçталла çул тытнă вара эсир? – ыйтрĕ именнине пула хĕрача сăнран кăштах улшăн-нине асăрхаса. – Чим-ха, Таланов… Леш çамрăксен ертÿçи мар пуль те?
– Савă вăл, – хĕпĕртесех пĕлтерчĕ Ира.
– Ну Ира, именсе ан тăр, кун пек каччăна алăран ан вĕçерт, – кулса илчĕ Кадеров. – Халĕ вара ăçталла?
Ира текех пытарма шутламарĕ, хăйсем ăçта пурăннине тĕрĕссипех калас терĕ.
– Ав çав «хулара» пурăнатпăр эпир, – терĕ толь витнĕ лутра çуртсем еннелле тĕллесе кăтартса.
– Атьăр-ха, ларăр, кĕрсе курам сирĕн поселока, – терĕ директор машина алăкне уçса. – Эсир вара экскурсовод пулăр.
Лешсем килĕшрĕç.
Малтан вĕсем хурал пÿрчĕ патĕнче чарăнса тăчĕç, кĕрсе те тухрĕç. Тасалăх тĕлĕшĕнчен япăх ĕнтĕ, табак сĕрĕмĕ те сывлăша самаях йывăрлатнă. Чи пахи те телефон пурри кăна. Унччен вăл та пулман вĕт-ха.
– Ку пÿрте хамăр вăйпа лартнă, Владимир тăрăшнипе,-терĕ Ира хăй каччине директор умĕнче кăштах та пулин ырласа илес кăмăлпа. – Вăл халĕ кунта староста шутланать.
– Питĕ аван, эсир мана хăвăр пурăнакан килсене кăтартаймăр-ши? Нивушлĕ тĕп хула сăнне пăсакан вырăна пĕтерме май çук? Ĕçлекен çынсемех пурăнаççĕ-и вара кунта?
– Унччен пурте тенĕ пекех хулара ĕçленĕ, халĕ апла мар,-пĕлтерчĕ Таланов. – Чылайăшĕ шабашкăна çÿрет.
– Ку та Шупашкарах вĕт-ха, – тĕлĕнчĕ çĕнĕ чăваш.
– Пурте тенĕ пекех чăвашсем пурăнаççĕ, – хушса хучĕ Таланов. – Акă, хĕрринчен иккĕмĕшĕ Ирăсен килĕ.
Чăваш йăлипе хĕрĕн хăнасене кĕрсе тухма сĕнмеллеччĕ ĕнтĕ, анчах хăяймарĕ, ашшĕ ÿсĕр пулсан тата…
– Сире хамăр пата чĕнĕттĕм, тин çеç урай сăрланă та йывăр сывлăш тухса пĕтмен-ха, – терĕ Ира.
– Атьăр пирĕн пата, кунтан инçех мар, – сĕнчĕ Таланов аллипе айккинчи урама кăтартса.
Елена Ивановна килтех иккен, хапăл тусах кĕтсе илчĕ, тĕпеле иртме сĕнчĕ те газ плити патĕнче тăрмашма пуçларĕ, хăйне пулăшма Ирăна чĕнсе илчĕ. Кадеров вара Таланов пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ: ăçта ĕçленине, шалу мĕн чухлине, «Пăлхар» пĕрлешÿ çинчен те пĕлесшĕн пулчĕ.
– Аслисем шурă çурта чĕнсе илсе калаçрĕç, мĕнле тĕл-левпе чăмăртаннине ыйтса пĕлчĕç, хăйсемпе канашласа ĕçлеме сĕнчĕç, укçапа пулăшма та сăмах пачĕç, – пĕлтерчĕ Таланов.
– Вăл çапла пуль те-ха, анчах кунта пĕр иккĕленÿ пур. Вĕсемпе ыталашса кĕрсе кайсан эсир хăвăр сăн-сăпата çухатма пултаратăр. Астăвăр, чăвашлăха аталантарас тĕллевпе лава кÿлĕннĕ çынсем пысăк шалу илекен чиновниксем хушшинче питĕ сахал. Пулсассăн та хăйсене хăравçă мулкачсем пек çеç тыткалаççĕ. Укçа вăл питĕ ултавлă япала, ăна пуринчен те илме юрамасть. Чечеков калашле, укçа вăл вăлтари ăман пекех. Куртăмăр ĕнтĕ, наци конгресĕпе мĕн туса хучĕç вĕсем. Малтан мĕнлеччĕ-ха? Мĕнле çивĕч заявленисем тăваттăмăр, пикет-семпе митингсем ирттереттĕмĕр, президент та чутах конгресс çынни пулатчĕ. Халĕ вара пачах урăхла.
– Тен, паян çитменлĕхсем сахалрах.
– Халĕ те пайтах вĕсем. Кĕçех республика аллинче нимĕн те юлмасть ак, веçех сутса пĕтереççĕ. Пĕлтĕрхи вăйлă тыр-пула та алла илеймерĕмĕр, çĕршер гектар юр айне юлчĕ. Никам та нимĕн те шарламарĕ, ятлакан та тупăнмарĕ. Пуçлăхсемшĕн хут купăс, хĕрсе тырă вырнă вăхăтра вунă пин çухрăма çити олимпиада курма каяççĕ. Наци конгресĕ вара шыв сыпнă пек ларать.
– Иртнĕ суйлавра та хăй сăмахне уçăмлăн калаймарĕ-ха вăл, – терĕ Таланов Кадеровпа пĕр майлă шухăшланине палăртса. – Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха?
– Эх, шăллăм, çÿлтисен политикине, кам кампа калаçса татăлнине эпир нихăçан та пĕлес çук.
– Пире Чечеков яланах наци конгресĕ вăл пуçлăхсем çывăрса каясран пăван лашана çыртса тăнă пек çыртма кирлĕ тетчĕ.
– Питĕ тĕрĕс калать вăл. Правительствăн ун пурте пур, укçи те, министрсем те, çавсене лайăхрах ĕçлеттермелле, халăх укçине халăхшăн тăкаклама хистемелле. Шăллăм, эсĕ вĕсен укçине илме ан васка-ха, укçаллăрах чăвашсемпе калаçса пăхам, тен, пÿлĕм те тупса парăпăр.
– Эй, политиксем! Çитĕ сире унта тавлашса, – терĕ Елена Ивановна, – килĕр-ха, сĕтел хушшине ларăр. Нимех те çук та-ха, çăкăртан аслă пулма хушман теççĕ вĕт.
Калаçу вара сĕтел хушшинче урăхларах çулпа кайрĕ. Кăмăла уçаканни светофор вырăнне кăнтарса ларакан эрех кĕленчи ĕнтĕ. Йăли çапла, хăна килсессĕн сĕнсе пăхмаллах. Кил йĕкĕчĕ кĕленчине уçрĕ те черккесене тултарчĕ.
– Ира каласа пачĕ-ха, кун пек сумлă хăна пире чыс туни пулманччĕ-ха. Атьăр-ха тĕлпулушăн ĕçсе парар, – сĕнчĕ Елена Ивановна черккине ыттисемпе шаккама тесе сĕтел варринелле тăсса. – Ырă çынсем килсех тăччăр.
Кил хуçи çур черкке ĕçсе пачĕ, Ирăпа Таланов тута патне кăна тытса илчĕç, Кадеров та ĕçмерĕ.
– Ĕçсе парăр ĕнтĕ, – хăналасшăн пулчĕ Елена Ивановна.
– Çук, çук, эпĕ машинăпа-ха, – терĕ хăна. – Владимир, эсĕ тата мĕншĕн ĕçместĕн?
– Вăл урă чăвашсен ушкăнне çырăннă, – Кадерова пÿлсех пĕлтерчĕ Ира.
Юратăва пытарма май çук, калаçура та, сăн-питре те паллă. Хăйсем кăна сисмеççĕ вĕсем, юратакансем.
– Чимĕр-ха, Елена Ивановна, çамрăксен шăпине татса парасси вăраха кайман-и-ха сирĕн? Мĕне кĕтеççĕ вара вĕ-сем? – кулса илчĕ Кадеров.
– Хам та çаплах шутлатăп-та-ха, шарламаççĕ вĕт.
– Йĕкĕт, асту, шăхăртса хăвараççĕ ак сана. Ĕçрисем те суккăр мар.
– Мĕскер эсир… Мана урăх никам та кирлĕ мар, – хĕрелсе кайрĕ чиперкке пичĕ.
– Ну юрĕ, – пăхса илчĕ сехечĕ çине директор, – ман кайма вăхăт ĕнтĕ. Туя чĕнме ан манăр, тен, хăйматлăх та пулăп. Эсир хирĕç мар-тăк Ирăна хам фирмăрах хăварасшăн¬ха эпĕ. Тĕрĕслесе пăхрăмăр ĕнтĕ, ĕçрен хăрамасть, хăйне йĕркеллĕ тытать, ыттисем пек çăмăлттай мар. Кун пирки каярах калаçăпăр тата. Вăхăт тупса пĕрле кĕрсе тухăр-ха эсир. Халĕ кайрăм. Çăкăр-тăваршăн тавах сире, – терĕ Елена Ивановна çине пăхса илсе.
Çамрăксем Кадерова алă сулса ăсатса ячĕç те каялла таврăнчĕç, Елена Ивановнăшăн савăнăçлă хыпар илсе килчĕç, Хĕрпе каччă амăшне иккĕшĕ пĕрлешме шутлани çинчен пĕлтерчĕç. Ĕнтĕ Талановсен килĕнче кĕçех пысăк улшăнусем пулса иртмелле.
* * *

Паян Шупашкарта иртенпех юрă-кĕвĕ янăрать, респуб-лика кунне уявлама хăнасем йышлăн килсе çитнĕ. Чăваш чунĕ кунталлах туртăнать çав. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем ĕнер наци конгресĕнче пулчĕç, хăйсем патĕнчи чăвашсем мĕнле пурăнни çинчен каласа пачĕç. Паян вара вĕсем республика площадĕнче кашни районтан килнĕ юрă-ташă ăстисем иртсе пынине пăхса тăраççĕ. Кунтах республика президенчĕпе Мускавран килни-сем, хула мэрĕ те пур.
Кĕтнĕ уяв пуçланчĕ. Малтан историри паллă тапхăрсене аса илчĕç. Акă, Хаяр Иван хăй çарĕпе килсе çитрĕ. Лаши çинчен анчĕ те хирĕç тухнă чăвашсен аллинчен çăкăрпа сăра тутанса пăхрĕ. Апла-и, капла-и, историксем çапла çыраççĕ те, кă-тартас пулать ĕнтĕ. Чăвашсем хÿтлĕх шыраса Мускава элчĕсем янă текен сăмах та çÿрет те-ха, анчах камсем кайнине, кампа тĕл пулса калаçнине, мĕнле хут çине алă пуснине лайăххăн никам та пĕлмест.
Акă, чĕнтĕрлесе илемлетнĕ капăр урапа çинче питĕ мă-наçлăн Кĕтерне патша ларса пырать. Эх, мăнтарăн, макăрса ярас килет! Хĕрарăм патша тумĕпе халăх умне халĕ те общежитире пурăнакан чăваш артистки тухнă иккен. Пулта-рулăхĕ Кĕтерне патшана сăнарласа памалăх та çитет, анчах мăнтарăн пикен пурăнмалăх аванрах кĕтес çук.
Кăшт каярах Ехрем хуçапа виçĕ ывăлĕ утса пыраççĕ. Аслипе кĕçĕнни хула пуçлăхĕ пулнăскерсем. Атăл хĕрринелле тунсăхлăн пăхса хăйсен çурчĕсем патнелле анса кайрĕç. Юрать-ха çавсем лартса хăварнă, атту кивĕ хулара куçа илĕртекен çурт та тупăнас çук.
Чăваш автономине тунă çула та манман. Владимир Ульянов алă пуснă декрета шултра саспаллипе çырса йăтса тухнă. Кăшт каярах капăр тумлă артистсем пĕрисем юрлаççĕ, теприсем ташлаççĕ, купăсçăсем те йышлăн. Вĕсем хушшинче республика тулашĕнчен килнисем те пур иккен. Пурин питĕнче те савăнăç çиçет.
Акă, инçетре питĕ çÿле çĕкленĕ чăваш ялавĕсем курăнса кайрĕç. Тĕреклĕ утсем çинче ларса пыракан каччăсем йăтса пыраççĕ иккен. Тумĕсем пурин те пĕр евĕрлĕ, сарлака чĕн пиçиххинчен чукмар çакнă. Лашасен иккĕмĕш ретĕнче капăр тумлă амазонкăсем, кашниех кăкăр урлă ухă çакнă. Сулахай енче йĕпписем, пурте тухьяпа. Кусем спорт шкулне çÿрекен юланутçăсем пулчĕç. Вĕсем хыççăн вуншарăн тăрса тухнă çамрăксем: каччăсен пĕр речĕ йăлтăртатса тăракан вăрăм хĕçпе, тепри – чукмарпа, виççĕмĕш ретĕнче ухă çакнă хĕрсем. Талановпа юлташĕсем çине тăнипе кашни районтанах килнĕ иккен. Улатăр енчи чăваш ялĕсенчен те пур. Пăрачкавсем кăна çук. Паллă ĕнтĕ, чăваш хĕç тытнине ырламарĕç пулас. Пачах çĕнĕлле япала вĕт, ку таранччен Шупашкар кун пеккине курманччĕ-ха. Мĕнле ăнланса илмелле, мĕнле хак памалла -никам та татăклăн калаймасть «пăлхарçăсемсĕр» пуçне. Кусемшĕн пурте паллă. Суха тунисĕр, кирпĕч хунисĕр, пир тĕртнисĕр, противогаз тăхăнса хими хĕç-пăшалĕ тунисĕр пуçне чăваш хĕç тытма та пултарать иккен. Улăпсемпе амазонкăсем мăнаçлăн утса пынине курсассăн чупса çывхарса ыталаса илес килет. Айккинче пăхса тăракан Чечеков капланса çитнĕ куççульне тытса чараймарĕ, сăмса тутрипе шăлса илчĕ. Кун пеккисем татах та курăнчĕç. Темиçе çĕр çул хушши пулман япала мар-и-ха çакă!
Каярах вара ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче юрă-ташă пуçланчĕ. Каçченех кĕрлерĕ хула. Тĕттĕмленсен вара тупăран пĕлĕтелле тĕрлĕрен тĕслĕ вут-хĕм сирпĕтрĕç, пиншер çын ахлатса кăшкăрса пăхса тăчĕ. Чылайăшĕ киле çурранах таврăнчĕ, вĕсен шутĕнче пĕрне-пĕри алăран тытса пыракан Талановпа Ира та пулчĕç. Çакă каç савнисем чуп тусах уйăрăлчĕç. Чĕрере çĕкленÿ, уяври мăнаçлăх халĕ те сивĕнмен-ха, тен, малашне те çаплипех юлĕ.
Тепĕр кунне çынсемпе калаçса пăхнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: ĕнерхи уяври чи вăйлă самантсенчен пĕри вăл çамрăксен колонни пулнă иккен. Кун пирки тĕрлĕрен калаçу çÿрет, тавлашусем те пулкаласа иртеççĕ курăнать. Вырăссем кăмăлсăр иккен. Йывăçран тунă хĕç те хăратать вĕсене. Чăвашлăха уçăмлăрах кăтартма тăрсанах национализм! тесе кăшкăраççĕ. Вырăсла хаçатсенче шăл йĕрсе çырнă статьясем те тухкаларĕç, «Пăлхар» пĕрлешĕве президент ятласса кĕтрĕç. Анчах лешĕ нимĕн те шарламарĕ.
Таланова тав тăвакансем те тупăнчĕç. Нил Гаврилов вара, улăпсемпе амазонкăсене хăй укçипе тумлантарнăскер, малаш-не те пулăшса пыма сăмах пачĕ.
Ира кĕçех Кадеров Таланова хăй патне кĕрсе тухма хушнине пĕлтерчĕ. Малтан шăнкăравласа пăхмалла иккен; ĕçлĕ чăваша тытма çăмăлах мар, кабинетра нумай лармасть.
Калаçу лайăх хыпартан пуçланчĕ: Кадеров «пăлхарçăсем» валли пĕр пĕчĕк пÿлĕм тупнă иккен, арендăшăн тÿлессине те хăй çине илнĕ. Тепĕр çĕнĕ чăваш телефон лартса пама сăмах пачĕ тет.
_ Шанчăк çамрăксенче, çавсене пулăшмалла, _ терĕ Кадеров. _ Ман кăштах кунти ĕçсем пирки те калаçса пăхас килет. Малтан аплах марччĕ, халĕ вара ĕçлекенсен йышĕ ÿссе пынăçемĕн унчченхи пек туслăх çуккă пек туйăнать. Темĕскер çитмест. Те урăхларах çынсем тупăнчĕç, харкашса илесси те пулкалать. Эсĕ педагог вĕт-ха, психологипе çырнă кĕнекесем те тыткаласа курнă ĕнтĕ, мĕнле те пулин тишкерÿ тума май çук-ши?
_ Питĕ тĕрĕс шухăш. Паян урăхла юрамасть. Социологи мелĕсене чухлатăп-ха. Анчах çакна тума манăн коллектива лайăхрах тишкермелле, ĕç йĕркисене тĕрĕслемелле, çынсемпе паллашмалла. Анкетăри ыйтусене те тĕрĕс лартма пĕл-мелле, _ пĕлтерчĕ хăй шухăшне Таланов.
_ Тен, сана çур ставкăпа ĕçе илмелле? Уроксем нумай-и вара санăн? _ ыйтрĕ хуçа.
_ Вĕсем çителĕклех-ха, анчах кун пек тусан çамрăксемпе ĕçлеме вăхăт пачах та юлмасть вĕт-ха.
_ Апла-тăк урăхла тăвăпăр. Тен, сан учитель ĕçне пăрахсах кунта куçмалла, укçи те ытларах пулĕ. Калăпăр, пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен пулăшуçă. Хам командировкăна кайсан тилхепене çирĕп тытса пыракан шанчăклă çын кирлĕ. Вобщем, шухăшласа пăх, ытлашши васкатмастăп.
Пачах кĕтмен сĕнÿ ĕнтĕ ку. Чечекова кафедра пуçлăхне суйланă хыççăн наука еннелле туртăнас кăмăл та пурччĕ. Кунта куçсан вара урăхла çулпа утма тивет. Укçа енчен япăх пулас çук-ха, секретарь те учительтен нумайрах илет. Хваттер ый-тăвĕ те канăç памасть, Елена Ивановна салтак амăшĕсен комитетне çÿренĕ хыççăн черет кăштах шунăччĕ-ха. Анчах темле çав, Талановсен хушамачĕ халĕ хула ертÿçисен пуçĕнче яланлăхах çирĕпленсе ларнă ĕнтĕ. Черет çитсен те пăрса хăварас хăрушлăх пур. Мэр хушнă пек тунă пулсан, тен, çак ыйту татăлнă та пулĕччĕ. Таланов ун пек çулпа каймарĕ.
_ Ман пĕр ыйту пур-ха, _ терĕ Улатимĕр Кадеров теле-фонпа калаçса пĕтернине кĕтсе илсе. – Авлансан уйрăм кĕтес кирлĕ пулать вĕт-ха.
– Малтанлăха общежити парăпăр. Хăвна ĕçре лайăх кăтартсан урăхла мелсем те пулĕç. Сан умра халĕ пĕр тĕллев -фирмăна усăллă çын пуласси. Урăхларах кĕнекесем вуласа пăх. Акă кунтах мĕн чухлĕ вĕсем, – тĕллесе кăтартрĕ çÿлĕк çине, – ют чĕлхерен куçарнăскерсем те пур. Хамăр вара ку енĕпе пĕчĕк ача шайĕнче кăна-ха. Саншăн тата кунта тепĕр пикантлă япала пур. Ира çакăнтах юлсассăн ăна комплимент калакансем те, чечек паракансем те тупăнĕç, йĕрки çапла. Санăн вара çакна тĕрĕс ăнланма тăрăшмалла. Юратура пĕрне-пĕри шанни кирлĕ. Енчен те кĕвĕçÿ кăварĕ хыпса илсен кунти пуласлăх хупăнать.
– Юрать. Кăштах вăхăт парăр-ха шухăшлама, – терĕ те сывпуллашса пÿлĕмрен тухрĕ.
– Мĕн пирки чылайччен калаçса лартăр вара? – ыйтрĕ тÿрех Ира.
– Пурнăç пирки, Ира, пурнăç пирки. Каçпала калаçăпăр-ха, халĕ ман Чечекова курмалла.
Хыпар çине хыпар тенĕ пек Нил Гаврилов та Чечеков патĕнче иккен. Таланова хаваспах кĕтсе илчĕç, хăйсемпе пĕрле кофе ĕçме сĕнчĕç. Кафедрăри йĕркесем халĕ самай улшăннă, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусем те ăшăрах пек, çынлăх пур пек туйăнать. Калаçу мĕн пирки пынине пытармарĕç. Патшалăх Канашне суйланнă çын арăмĕпе ачисем çине тăнипе Израиле тухса каять иккен. Шăпах Восточнăй поселокри участокран, Шанхай та çавăнта кĕрет. Чечеков шучĕпе çав таркăн вырăнне депутата Нил Гаврилова тăратмалла. Пурин те пĕр майлă ĕçлесе çавна пулăшмалла. Сĕнтермелле.
– Таланов, санран та нумай килет, – асăрхаттарчĕ Чечеков. – Поселок старости вĕт эсĕ, чăваш «хулин» пуç-лăхĕ, – терĕ йăл кулса илсе.
– Шанхая пĕтĕмпех хам çине илетĕп.
– Ахалех иккĕленетĕн эсĕ, – терĕ Чечеков Гаврилова. -Унта ытларах чăвашсем пурăнаççĕ, Ефремовшăн та лайăх сасăланăччĕ вĕт-ха.
– Сапла, вăл та пулăшма хирĕç мар ĕнтĕ, – хавхалансах каларĕ Таланов.
– Хула пухăвне суйлама вăхăт çитсессĕн вара, Владимир, сана тăратăпăр.
Сапла алă çапсах калаçса татăлчĕç виçĕ пултаруллă чăваш. Нил Гаврилова депутата суйлавçăсен пухăвĕ тăратрĕ, ертсе пыраканĕ Таланов хăй пулчĕ. Ефремов та тухса калаçрĕ, иртнĕ

суйлавра хăйшĕн сасăланисене тав турĕ. Политикăри этикет çапла пулмалла та ĕнтĕ. Теприсем, ав, депутата тухсан тав тума та пĕлмеççĕ, пырса та курмаççĕ. Чылайăшĕ хăйсен депу-татне палламасть те. Гаврилов та, Ефремов та ун пеккисем мар ĕнтĕ.
Пуху йĕркеллех иртсе пычĕ. Усĕрпе кăшкăрашакансем пул-чĕç-ха, анчах халăх вĕсем хыççăн каймарĕ. Пĕри тата, каярах юлса пынăскер, çине тăрсах мĕншĕн каллех Патшалăх Канаш-не суйланине ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Сăлтавне тепĕр хут каласа пама тиврĕ. Леш çын Израиле кайнине пĕлсессĕн: «Савă кирлĕ те ун пек чăваша, арăмĕ хыççăн сулланса çÿретĕр», – терĕ.
Тепĕр темиçе кунтан Шанхайра ырă хыпар сарăлчĕ, Владимирпа Ира мăшăрланнă.
Тем тума та вĕренсе çитрĕмĕр ĕнтĕ, чăваш тăвайман ĕç çĕр çинче çеç мар, космосра та çук пуль. Чăваш çуратса ÿстерессине кăна йĕркеллĕ тытса пырасчĕ. Сакна шăпах чăвашпа чăваш пĕрлешнинчен пуçламалла та ĕнтĕ. Апла эппин çамрăк мăшăра иксĕлми телей, иккĕн выртса виççĕн тăма хĕрÿллĕ юрату тата çирĕп сывлăх сунар.
Пĕр шухăшлă çынсемпе тăрăшса ĕçлесен депутата тухма пулатех иккен. Команда кирлĕ. Таланов çакна лайăх астуса юлчĕ. Нил Гаврилов çĕнтерни вара савăнăçпа пĕрлех çирĕп шанчăк та çуратрĕ: Талановăн депутата тухмаллах. Тĕллев лартнă-тăк – пулатех ĕнтĕ. Ăнăçу сунар ăна, пултаруллă чăваша.

2002, кăрлач.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s