
Анатолий Кипеч — поэт, педагогика ăслăхĕн кандидачĕ, обществăлла деятель. Университетсенче вĕрентÿçĕ пулса ĕçленĕ. Ытларах эстетикăна хăнăхтарасси тĕлĕшпе чылай тĕпчев ĕçĕ тунă. Литература ĕçĕ нумай енлĕ: юррисем, сăввисем, драма хайлавĕсем анлă сарăлнă, халăх кăмăлласа йышăннă… Тĕплĕнрех→
Повесть
Таланов Владимир диплом ĕçне компьютерпа пичетлесе пĕтернĕ хыççăн йăнăшсем çук-ши тесе тепĕр хут пăхса тухрĕ те аллисене çÿлелле çĕклесе карăнса илчĕ. Çакна çырас тесе ăçта кăна çитмен пуль, кампа кăна калаçса пăхман пуль. Çулне вара çамрăк тĕпчевçе Чечеков доцент кăтартса пычĕ. Темине те çавă сĕннипех суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ: «Ф. С. Морсков — чăвашсен паллă купци». Тÿрех каламалла, çак проблемăпа çырнă пĕрремĕш ĕç. Унччен кун пек тема пирки сăмах та уçма юраман. Партбюро та сыхласах тăнă. Енчен те хыпар обкома çитсен, чăт вара. Юрать-ха, самани кăштах улшăнчĕ. Кирлĕ тема суйласа ил те ĕçле.
Ирĕклĕх тапхăрĕ тетпĕр те-ха, анчах пур çĕрте те пĕр пек мар çав. Библиотекăсенчи кĕнекесем пирки нимле чăрмав та сисĕнмерĕ. Пăхса тухас тенисене пурне те тупса пачĕç. Архивра вара аплах мар.Малаллине вулас