Тупа сăмахĕсем

Sijen1

• Суя тĕн

• Тĕшмĕш

Халăх йăлинче тупа, ант туни, шăрт тытни, причак çини паллă вырăн йышăннă. Вăл йăласен сăмахлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Пурнăçăн тĕрлĕ саманчĕсенче çынсем пĕр-пĕрне, кил-йыша, ял-йыша, пат-шапа Турра (малашшăн ума пысăк тĕллев лартса) хăйсене хăйсем е çын умĕнче сăмах параççĕ. Çстла сăмах панин тĕрлĕ тĕслĕхĕсем упранса юлнă. Ача-пăча вăйăра е вĕренÿре сăмах тытни пĕр майлă, хĕрпе каччă юратса сăмах пани е кÿршĕ-аршă хирĕçсе кайса шăрт кăларни тепĕр тĕслĕ. Ялти хутшăнура, халăхпа патшалăх умĕнче тытнă сăмах пачах урăхла. Вăл сак-кун çирĕнлетнĕ йышăну вырăннех пулнă. Тупа туса пăрчак (причак) çинĕ, хĕсметрен салтак ятне вараламасăр таврăннă çынна халăхра виличченех хисеп тунă. Тупа сăмахне тытманни (чуна сутни) палăрнă çынна ял урăх-ран нихçан та шанман, тепререн тупа тутарман.
Тупа туни кирек хăçан та мĕнле те пулин ĕçпе, япалапа, пулăмпа çыхăннă. Турă, Хĕвел, Çăлтăр тата ытти хăватсен ячĕсемпе тупа тунă чухне çурта çутнă, сăхсăхнă, пĕтев (талисман) япалине çĕкленĕ. Еçпе, çĕрпе, пурлăх-ыр-лăхпа çыхăннă туиа вăхăтĕнче çăкăр, тăвар, шыв, пыл, чăкăтпа усă курнă. Чыспа тивĕçе, ирĕклĕхпе танлăха хÿтĕлеме тупа тунă чухне çын тупăк, лаша, сĕтел, ака шăрчĕ, пуртă, хĕç, шăпа патакĕ (пучушиш) тата ытти япаласем урлă алă тытса калаçнă.
Арçын çĕр кăшласа, хĕç е çĕçĕ вĕçĕнчен çăкăр çыртса (пăрчак çисе) тупа туни тĕрĕслĕхшĕн, халăхшăн, çĕршывшăн кирек хăçан та пуçа хума хатĕр-рине кăтартнă. Хĕрарăм алла ача тытса, Хĕвел çине пăхса сăмах пани чи çирĕп тупа шутланнă. Айăплă тенĕ ч
ухне айăпне йышăнман çын çапла ăнтăхсан (тупа тусан) ăна ĕненнĕ, айăпламасăр хăварнă.Малаллине вулас

Пехилпе халал

Sijen1

• Суя тĕн

Пехиле ватă çын хăйне пулăшнăшăн, пăхса пурăннăшăн тав туса ка-лать. Пехил сăмахĕпе пĕрле асăнса упрама паха парне параççĕ.
Уйрăлса каякан çын юлакансене асра тытса, усă курса пурăнма япала, укçа-тенкĕ, кил-çурт тата ытти те халалласа хăварма пултарать. Халал сăмахĕсем, халал сăввисем, халал кĕллисем пулаççĕ. Вĕсенче çирĕпленнĕ илемлĕх мелĕсемпе, çаврăмсемпе, хутламсемпе тăтăш усă кураççĕ.

Емĕр-ĕмĕр иксĕлми сăвап курччăр чăн чăваш тĕнне упраса хăварнă несĕлсем, вĕсен тăхăмĕсем — нимрен хăрамасăр хăйсен тĕнĕ çинчен каласа панă Ухинккел, Клемтел, Çĕнĕ Йĕлмеллĕ халăхĕ. Юлашкинчен сире Селтилет акка тунă кĕлĕ сăмахĕсене улăштарса çапла калам:

Пехил ÿснĕ çĕршыва, унăн сывлăшне, ывăлне-хĕрне, ваттисене, пур тăвансене, кунта килнĕ хăнасене, кунта пурăнакан пур халăх ачисене! Пехил тĕп чăваш тулашĕнче пурăнакан чăн чăвашсене, вĕсен çĕрне, шывне, сывлăшне, вăрманĕсене, ялĕсене! Пехил вĕсен ваттисене, çамрăкĕсене, выльăхне-чĕрлĕхне, пĕтĕм çут çанталăкне.

Пехил! Пехил! Пехил!

Чун тухиччен каламалли сăмах

Ылтăн Хĕвел, ылтăн Уйăх, ылтăн Çăлтăр. Тав сире пире çуратнăшăн, çĕре тăрантарнăшăн, вăрмана ăшăтнăшăн, шыва тасатнăшăн. Пехил! Пехил! Пехил!

Халал

Ан йĕр, хĕрĕм, виçĕ карта сурăхăмран пĕр карти сана халал.

Манăн поçа хăварсамăр, поçри хошпу халаллă.

Пилпе сунăм-хушăм

Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ


Пил — асли кĕçĕннине, ача-пăчана, яш-кĕрĕме, килен-каяна, хăна-вĕрлене, çула каякана ырă сунса, парнепе е кучченеçпе пĕрле каланă сăмах.


Ачамсем, хĕрĕмсем! Аслисем каланине хăлхана чикме вĕренĕр: итле-ме йывăр пулĕ те, пĕлни кирлĕ пуласса ан манăр. Хушнă ĕçшĕн туртка-ланса ан тăрăр, аçăр-аннĕр пултарайми ĕç хушмĕ. Ют çын пулăшма ыйтнине илтмĕш пулса ан иртĕр. Ĕçлени çыншăн пулсан та, вĕренни хăвăршăнах пулать.
Хирĕç пыракана салам парăр, пуç тайăр. Уншăн пуç татăлса ÿкмест. Шыв ыйтакана тулли курка парăр. Уншăн шыв пĕтмест. Ватă çынна лар-ма вырăн туса парăр. Уншăн вырăн пĕтмест.
Ватăпа вĕтĕрен кулма кулăр та, хăвăр та вĕтĕ пулнине, хăвăр та ватă пуласса шута илĕр. Юратса кулнăшăн сиен пулмасть.

Малаллине вулас

Ухăт

Чăвашла-вырăсла сăмахсарта «ухăт» сăмаха «отчитывать, врачевать чтением молитв» тесе ăнлантарнă. Ытарлатса каланă чухне вăл сăмахпа «колотить, дубасить» пĕлтерĕшпе усă курнă.
Мăчавăр айăпа кĕнĕ çынна тĕрĕссине калаттарас, айăпне йышăнтарас тесе хистесе, ÿпкелесе калакан сăмахлăх тĕсне ухăт тенĕ.

***
Ял сăмахĕ йывăр, сана ятна тивекен сăмах тухнă. Ăна пуç çинче йăтса çÿриччен чун çинчен сирсе пăрахни аван.
Ку айăпа эсĕ çын астарнипе, васканипе, нуша килнипе тума пул-тарнă. Уншăн айăплă пулсан айăпна йышăн, вара эпĕ сана айăпа каçар-малли çул-йĕре пăхăп; асапна сирĕп, ял сăмахне чарса лартăп.
Ним çукран ятра çÿрени уссăрман , каçару ыйтнипе никам та хур курман.
Таса пул! Таса пуçа элек витеймест.

***
Каçар ман айăпа, тĕнче тытан Аслă Турă! Хăвăн вĕçсĕр хăватупа тата хăватун ырă пархатарĕпе манăн тĕрĕс мар ĕçсене, вырăнлă мар шухăшсе-не, таса мар кăмăлсене тасат! Малашне йăнăш тăвасран упранма пулăш, тĕрĕс мар каласран упранма пулăш, çын сăмахĕ хыççăн каясран упранма пулăш!
Айăпсăрах айăп айне пуласран пăрăнма вĕрент! Чăннине чунпа курма пар, тĕрĕссине ăспа картма пар! Куçсене çутă курма тунă: чăн пулнине чăн пулнă тесех калама пар, суяна суя тесех сирме пулăш. Хурана хура тесех калаттар, тасана таса хальлĕнех тÿрре кăлар!
Ухмахпа пуçтахран пăрăнмалла пултăр. Усал-тĕселе, хура хаяра ирĕке кайма ан пар!
Ирĕксĕртен айăп тунăран, хам тĕрĕс мар пулнăшăн каçару ый-татăп.
Эсĕ мана каçарăн, эпĕ сарăмсăр айăпланнă ĕçшĕн те каçарăн. Анчах эсĕ пирĕн тăшмана та çаплах каçарăн-ши? Тайăк пуçа тайăнма пар! Каçăр пуçа касăнма яр!

Ÿкĕт

Тархасласа, сĕнсе, ĕнешперсе, ăса вĕрентсе, килĕштерсе-çураçтарса, ăнлан-тарса калакан сăмахлăх тĕсне ÿкĕт тенĕ. Ÿкĕте кĕртсе каласси чăваш пурнăçĕнче халĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

***
Ырă сунса, аçу-аннÿне астуса калатăп: упран, ывăлăм, асăрханса çÿре; хăрамастăп тесе ан кала: вĕсен çилли хаяр, вĕсен ăратти усал, вĕсен йы-шĕнче намăс-симĕсе пĕлмеççĕ…
Упранакана Турă упрать, Пÿлĕх сыхлать, тăван пулăшать. Эсĕ эпĕ ка-ланă пек ту, кукаçу тата мăн акку каланисене итлесе пăх.
Ват çынсене ан хурлантар, сана тăван аçу вырăнне пулса ÿкĕтлетĕп…

Çĕр вăрланă чухне
Акă эпир сан пата, пуян, хаклă хĕр, хитре, ятлă каччăпа килтĕмĕр. Санăн пуянлăхна шутласа та кăларас çуккине эпир пĕлетпĕр. Çавăн пе-кех пирĕн каччă та сана пит хĕрÿ юратнине хак пама та çук. Эсĕ те, хаклă кин, пирĕн каччăна савса юрат, эпир ыйтнине ан пăрахăçла.
Эсĕ, кин, хĕр япалине уйсенчен те, çарансенчен, вăрмансенчен те, шывсенчен пĕтĕмпех илсе пар.

Пуçтай

Пуçтай тесе аслă çынсенчен пил ыйтнине е сывпуллашнă чухнехи сăма-ха калаççĕ. Авал чăваш яш-кĕрĕмĕ тăван кил-йышран пуçтай сăмахĕсĕр уйрăлман.

Ывăлĕн пуçтайĕ
— Асатте-асаннесем, кукамай-кукаçисем! Атте-аннесем! Ман ума аслă çул выртрĕ, татăклă сăмах калама вăхăт çитрĕ.
Ырлăхлă ĕç пуçлас терĕмĕр, атте-анне, пехиллĕр мана çав пысăк ĕçе пуçăнма. Эсир мана мĕн пĕчĕкрен кăкăр сĕчĕпе, алă ачашĕпе юратса ÿстертĕр, таса кипкепе чĕркесе çÿрерĕр. Эсир мана мĕн ачаран мăн ма-çаксен чĕлхине вĕрентрĕр, хама кура ăнкармалăх чăнпа тăн патăр, çын турăр. Эсир мана мĕн хунавран хăвăр ĕçленĕ пек ĕçе хăнăхтартăр, ял çинче ырă ят патăр.
Асран кайми атте-анне, халĕ ĕнтĕ пиллесе ярăр мана, эпĕ сирĕнтен уйрăлатăп. Эпĕ сирĕнтен халăх йĕркипе уйрăлатăп, уйрăлатăп эсир çĕлесе парас кĕпе-йĕмрен, эсир пĕçерсе парас апат-çимĕçрен, анчах сирĕн ят-ран-шывран, сирĕн пурнăçăртан эпĕ уйрăлмастăп.
Ача-пăча амăшĕнчен ыйтать, Тăван çĕршыв салтакран ыйтать. Пурнăç йĕркеллĕ пулсан малашне сире мĕн кирлине ыйтмасăрах хамăрăн туса памалла пултăрччĕ.
Тав тăватăп сире, атте-анне, пил ыйтатăп.

* * *
Авалхи туй пилĕн кĕвĕллĕ сăмахĕ тури чăваш ялĕсенче сарăлнă. Мур-каш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте, Элĕк районĕнчи Витеçучре, Шупашкар районĕнчи Станьялĕнче, Трак хутлăхĕнчи Именкассинче тата ытти çĕрте çырса илнĕ пĕр евĕрлĕ тĕслĕхсем ку юрă авалхи тата çирĕп йăлара пулнине кăтартать.
Пуçтай юрри умĕнче пĕр çĕрте ашшĕ-амăшĕ чĕнсе калани пур. Ăна малтан каччă юрласа калать, малалли сăмахсене пĕрле каласа е юрласа параççĕ.

Çĕнĕ çынсен туйри пуçтайĕ
***
Ах, аттеçĕм тетпĕр те, ай, аннеçĕм, Сирĕн аллăрсенче те тулли курка… Эпир юрлаласан та вĕсем иксĕлмĕç… Сирĕн чунăрсенчи ырă сăмахсем Эпир пуç таймасассăн илтĕнмĕç… Паян пирĕн сире тимлемеллех, Сирĕн те пире пиллемеллех.
(Кашни ик йĕрки çавра пек, 2-мĕш йĕркине икшер хут юрлаççĕ.)

***
Шăпăрах та шăпăр çумăр çăвать, — Хурăн айне эпир кайса ларар-и? Ах, аттеçĕм, тетпĕр те ай, аннеçĕм, Урăр айне пукан ай лартар-и? Саватăр та пулсан ай пусса ларăр, Савмастăр та пулсан ай тапса ярăр. Эсирех те ватă, ай эпир çамрăк — Сире пуççапмасăр ай пуç пулмĕ. Эсир пиллесессĕн те ай ĕмĕрлĕх, Эсир пиллемесен ай виç кунлăх. Ах, аттеçĕм, тетпĕр те ах, аннеçĕм, Эсир пире пиллĕрсем ай ĕмĕрлĕх. Эпирех те пĕр-пĕрне ай юратрăмăр Ĕмĕрлĕхех пĕрле те ай юратупа.

Тархаслу

***
Ырă çыннăм! Турă вырăнне пул, хуçа вырăнне пул! Мана çак кĕтмен синкертен хăтăлма пулăш. Эпĕ тархасласа ыйтни ахаль пулмĕ. Ырă туни ырăпах таврăнĕ, манăн сăвап сан умна килĕ…

***
Сире, «ырă» çынсем, Турă пулăштăр. Ывăлтан ывăл тытма патăр, хĕртен хĕр тытма патăр, кинтен кин тытма патăр. Виç тĕслĕ выльăхне-чĕрлĕхне виç карта тытма патăр, пĕртен çĕре çитертĕр. Турă пĕртен пине çитертĕр. Çурт çине çурт тытма патăр, мул çине мул тытма патăр. Сутас суттине хаклатса сутма патăр, илес суттине йÿнетсе илме патăр.
Çичĕ тĕслĕ тырра çичĕ кĕлетре тытма патăр, пĕртен çĕре, çĕртен пине çитертĕр. Ăшă çилĕнчен, ăшă çумăрĕнчен çавăрса çутарса патăр Турă. Çил-тăвăлĕнчен, çумăрĕнчен аяккалла сирсе ятăр Турă. Пĕрчине патăр пăрçа пек, кутне — хăмăш пек. Сивĕ сывлăмран, сивĕ куçран аяккалла сирсе ятăр Турă.
Ултă ураллă хуртне те Атăл варринчен, тинĕс варринчен, чул хуш-шинчен куçса килмешкĕн патăр, пĕртен çĕре, çĕртен пине çитертĕр. Ка-рас çумне карас хуштăр, ама çумне аçа ертĕр.
Тиек-тăлмач умне тăрсассăн, хула-шехер хушшине кайсассăн чĕлхи-çăварĕнчен ăсне, хавне, пилне парса тăтăр Турă. Выçса килекене тăрант-са яма патăр Турă. Вăрăран, тип шартан, хури-шурĕнчен аяккалла сирсе ятăр Турă.

***
Ывăлăм! Ман ватă пуçăмпа каланă сăмахсен ÿкĕтне кĕрсемччĕ! Пулни пулнах пултăр, иртни иртмен пултăр, кĕтни çитмен пултăр, чун ыратни канăç памин пултăр. Анчах кĕтмен инкеке шăл хăйраса, усал сунса тунă теместĕп. Ĕмĕртен пĕрле пурăнтăмăр, ĕмĕртен тачă хутшăнтăмăр, нихçан та урлă пулса курман, нихçан та сивĕ сăмах каласа курман. Куллянса тăрса каçару ыйтап, çĕр çыртса тупа тăватăп, каçар, ывăлăм! Санăн пĕрле пурăнасси малалла, пурнас пурнăçра тата тем курасси пулĕ. Кÿршĕ-ар-шăна, ял-йыша […] тăвансене каçар, пуçна тай!