Ухсай Яккăвĕ: Чăваш чĕлхи

Тĕтреллĕ Висла леш енче çӳреп-и,
Кĕретĕп-и Карпат ту чакăлне,
Ăçта кайсассăн те, илтетĕп эпĕ
Тăван чĕлхемĕн тунсăх сассине.

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.Малаллине вулас

Пĕлĕтсем ][ Ухсай Яккăвĕ / Uhsaj Jakkăvĕ

Сăртран та аслă Атăлтан
Тата ытти çырмасенчен
Шыв илчĕç пĕлĕтсем паян
Чăваш çĕршывĕ çийĕнче.

Малтан шап-шурă та хитре
Çуса кăларнă пек таса
Вĕсем тăратчĕç тӳпере
Пĕрер-пĕрерĕн карăнса.

Хуллен-хуллен пыра-киле
Килсе пĕрлешрĕç те вара
Çурхи çĕре нӳрлетмелле
Ярах та пачĕç çумăра.

Чăваш хура вăрманĕпе
Çаранĕ, сад пахчи, пусси
Çĕкленнине ырланă пек
Кĕрлерĕ аслати сасси.

Чӳречене ярах уçса
Пăхатăп пĕлĕтсем çине.
Чăваш çĕршывĕнчен куçса
Вĕсем шăваççĕ мал енне.

Кайран та манăн асăма
Юлма пек, симĕс те сенкер
Тĕспе яр карчĕ асамат
Пиншер ракетăллă кĕпер.

Чăваш çĕршывĕнчен инçе
Кĕр те кĕр аслати-хăват
Кĕрлет Йошкар-Ола çинче,
Хусан çинче та авăтать.

Сăртан та аслă Атăлтан
Çĕкленĕ шыв шӳтернипе
Уй-хирсем тутарăн та,
Марин те халĕ йĕп-йĕпе.

Вĕсен кăçал та тепĕр çул
Хура тăпра сĕткенĕнче
Кашлатăр ашкăрса тыр-пул,
Кая ан юлтăр пиртинчен.

Сипетлĕ çумăр таврама
Шӳтернĕ хыççăн, ирхине,
Хаваслă сăввăма çырма
Ларатăп эп сĕтел умне.

Чупкаласа поэт пĕри
Çӳренĕ ыр сехетсенче
Кĕрлет-тĕр аслати юрри
Инçе Агрыз станци çинче.

Пăртак пулин те аркăрта
Телейлĕ çумăрăр çитсен,
Çул майăн пирĕн Пушкăрта
Пырса тухасчĕ, пĕлĕтсем!

Эсир унта çĕре ачаш
Шӳтернĕ хыççăн — ун çинчен
Ман тус-поэт Сайфи Кудаш
Пĕлтерĕ хăйĕн сăввинче.

Шыв вăкри ][ Яков Ухсай / Jakkăv Uhsaj

Эп хам курса-илтсе çӳренинче
Сире çырса парам-ха пĕр ӳкерчĕк.
Кирек ăçта та шурлăх хĕрринче
Пулать сар шывлă шăршăллă кӳлленчĕк.

Пĕрре кӳлленчĕк хĕррипе çулла
Иртсе пыраттăм ним те шутламасăр.
Шывран тухать сехре хăпартмалла
Шуйттан вăкри пек мĕкĕрсе пĕр сасă.

Пăхса ларма кӳлленчĕк пысăк мар,
Шапа та çук, сархайнă шывĕ тăрă.
Мĕскер-ха ӳхĕрет апла хаяр?
Пĕр пĕчĕк чун, хура çунатлă нăрă.

Ăна кунта Карач чăвашĕсем
Ят панă: — Шыв вăкри, — тесе калаççĕ.
Ун пек ултавлă саслă вăкăрсем
Поэзире те пирĕн пулкалаççĕ.

— Пĕрре те эп, тепре те эп, — тесе
Пĕри кĕрлет те çухăрать хăрушă.
Анчах тытса вулатăн пикенсе:
Сасси ытла та мăн, тĕшши пуш-пушă.

Кун килет те каять çаврăнса…

Любовь Мартьянова


Кун килет те каять çаврăнса,
Шуçăмпа çĕнĕ кун çуралать.
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать.

Кĕрхи кун кĕрхилле те — хитре —
Пăтăр-пăтăр ÿкет сар улма.
Улма мар та-и, тен… тĕтрере
Минутсем патлатаççĕ ума.

Кам курать ман чунри хĕлĕхе?!
Тунсăхпа тулнăскер, кĕрхилле
Янăратăр-и вăл халлĕхе
Нихăçан çитмесле сив хĕлле.

Кун килет те каять çаврăнса.
(Вăхăта вăхăт çеç хăвалать.)
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать…

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Любовь Мартьянова


Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,
Ютшăнмастăп çынран та хамран.
Çут хĕвел вăййипе,
Çутă кун юррипе
Пурăнса —
юлас çук халăхран.

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп,
Ÿкĕнместĕп паян та ыран.
Аслă çул варрипе,
Шурă юр юррипе
Ăнтăлса —
хăрас çук ют куçран.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,
Култармастăп тусран, тăванран.
Савнă кил çутипе,
Асатте пилĕпе
Пурăнса —
тухас çук çынлăхран.
Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.

Сăвăç мар эп паян… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Сăвăç мар эп паян.
Çулçӳревçĕ.
Елĕкхи самантсен авалхи ĕмринче
Эп çӳретĕп,
Елĕкхи ĕмĕтсен ĕмĕрхи сĕмлĕхне
Тинкеретĕп.
Ăруран ăрăва юнтымар çулĕпе
Асаттен мăн аслашшĕ патне те
Çитетĕп.
Юррине,
Куллине,
Мĕн калас тенине
Йăлт куратăп,
Илтетĕп,
Тимлетĕп.
Пĕр суймасăр вара,
Ун манукĕн мăнукĕ,
Тĕп чăвашăн таса чĕлхипе
Паянхи çут куна,
Паянхи ыр куна мухтаса —
Килентерĕп.
Е кайран,
Темиçе çĕр çултан,
Ман мăнукăн мăнукĕ
Ман ума килессе,
Чăвашлах пуплессе
Ĕнентерĕп!..

Сулла

Ямахат Мишши


Автобус килсе çитрĕ. Алăк патнелле пĕр утăм турăм çеç – шала кĕрсе те тăтăм. Халăх лăк тулли. Пур енчен те хĕстереççĕ – пăркаланмалли те çук. Тепĕр чарăнуччен епле те пулсан чăтас терĕм. Акă, пĕри ман çине (эпĕ пĕчĕккине кура ĕнтĕ) сумкине хăпартса лартрĕ. Çăвара теприн чаплă шарфĕ кĕрсе кайрĕ те пăкăласа лартрĕ. Кăшкăрас тетĕп – сас тухмасть.Малаллине вулас