Ухсай Яккăвĕ: Чăваш чĕлхи

Тĕтреллĕ Висла леш енче çӳреп-и,
Кĕретĕп-и Карпат ту чакăлне,
Ăçта кайсассăн те, илтетĕп эпĕ
Тăван чĕлхемĕн тунсăх сассине.

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.Малаллине вулас

Пĕлĕтсем ][ Ухсай Яккăвĕ / Uhsaj Jakkăvĕ

Сăртран та аслă Атăлтан
Тата ытти çырмасенчен
Шыв илчĕç пĕлĕтсем паян
Чăваш çĕршывĕ çийĕнче.

Малтан шап-шурă та хитре
Çуса кăларнă пек таса
Вĕсем тăратчĕç тӳпере
Пĕрер-пĕрерĕн карăнса.

Хуллен-хуллен пыра-киле
Килсе пĕрлешрĕç те вара
Çурхи çĕре нӳрлетмелле
Ярах та пачĕç çумăра.

Чăваш хура вăрманĕпе
Çаранĕ, сад пахчи, пусси
Çĕкленнине ырланă пек
Кĕрлерĕ аслати сасси.

Чӳречене ярах уçса
Пăхатăп пĕлĕтсем çине.
Чăваш çĕршывĕнчен куçса
Вĕсем шăваççĕ мал енне.

Кайран та манăн асăма
Юлма пек, симĕс те сенкер
Тĕспе яр карчĕ асамат
Пиншер ракетăллă кĕпер.

Чăваш çĕршывĕнчен инçе
Кĕр те кĕр аслати-хăват
Кĕрлет Йошкар-Ола çинче,
Хусан çинче та авăтать.

Сăртан та аслă Атăлтан
Çĕкленĕ шыв шӳтернипе
Уй-хирсем тутарăн та,
Марин те халĕ йĕп-йĕпе.

Вĕсен кăçал та тепĕр çул
Хура тăпра сĕткенĕнче
Кашлатăр ашкăрса тыр-пул,
Кая ан юлтăр пиртинчен.

Сипетлĕ çумăр таврама
Шӳтернĕ хыççăн, ирхине,
Хаваслă сăввăма çырма
Ларатăп эп сĕтел умне.

Чупкаласа поэт пĕри
Çӳренĕ ыр сехетсенче
Кĕрлет-тĕр аслати юрри
Инçе Агрыз станци çинче.

Пăртак пулин те аркăрта
Телейлĕ çумăрăр çитсен,
Çул майăн пирĕн Пушкăрта
Пырса тухасчĕ, пĕлĕтсем!

Эсир унта çĕре ачаш
Шӳтернĕ хыççăн — ун çинчен
Ман тус-поэт Сайфи Кудаш
Пĕлтерĕ хăйĕн сăввинче.

Шыв вăкри ][ Яков Ухсай / Jakkăv Uhsaj

Эп хам курса-илтсе çӳренинче
Сире çырса парам-ха пĕр ӳкерчĕк.
Кирек ăçта та шурлăх хĕрринче
Пулать сар шывлă шăршăллă кӳлленчĕк.

Пĕрре кӳлленчĕк хĕррипе çулла
Иртсе пыраттăм ним те шутламасăр.
Шывран тухать сехре хăпартмалла
Шуйттан вăкри пек мĕкĕрсе пĕр сасă.

Пăхса ларма кӳлленчĕк пысăк мар,
Шапа та çук, сархайнă шывĕ тăрă.
Мĕскер-ха ӳхĕрет апла хаяр?
Пĕр пĕчĕк чун, хура çунатлă нăрă.

Ăна кунта Карач чăвашĕсем
Ят панă: — Шыв вăкри, — тесе калаççĕ.
Ун пек ултавлă саслă вăкăрсем
Поэзире те пирĕн пулкалаççĕ.

— Пĕрре те эп, тепре те эп, — тесе
Пĕри кĕрлет те çухăрать хăрушă.
Анчах тытса вулатăн пикенсе:
Сасси ытла та мăн, тĕшши пуш-пушă.