Чăваш чĕлхи ][ Ухсай Яккăвĕ / Uhsaj Jakkăvĕ


Тĕтреллĕ Висла леш енче çӳреп-и,
Кĕретĕп-и Карпат ту чакăлне,
Ăçта кайсассăн те, илтетĕп эпĕ
Тăван чĕлхемĕн тунсăх сассине.

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.

Юрланă чух сассу хитре те уçă:
Итлет вăрман та хир те янраса.
Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.

Екки ярса ачашшăн калаçмалăх
Çулла çап-çутă уйăх шевлинчен
Туса сана шăратнă манăн халăх,
Сана шăварнă шăпчăк юрринче.

Анчах та халăхăн çилли хаяррăн
Чĕре тулли йӳçсе тапса тухсан,
Чăваш чĕлхи, чĕлхемĕм, шĕл кăваррăн
Çунать вăю та сан, юрру та сан.

Сана хăрушă кунсенче касмалăх,
Йыхравлăн кĕрлеме кĕрешӳре
Хĕвелĕн çуттипе туптанă халăх,
Сана савса шăратнă çиçĕмре.

Сана йăваш теме кам хăюлланĕ,
Сана кам хурлĕ халĕ çĕр çинче, —
Итлерĕм эпĕ, гварди капитанĕ,
Сана вутри Воронеж хирĕнче.

Çулла — тусан, хĕлле — юр юнлă, тарăн,
Ялсем те хуласем çинче хĕлхем.
Танкра та нӳрлĕ окопра тăнларăм
Тĕреклĕ сассуна, тăван чĕлхем!

Орел та Прага, Киев та Варшава,
Белградта, Будапештта, Порт-Артур…
Татти-сыпписĕр пычĕ вăрçă шавĕ.
Унта чăваш чĕлхин те пайĕ пур.

Тăван чĕлхемĕмçĕм, тăванлă эсĕ
Пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе.
Инкек те терт, асап та хур пĕлмесĕр
Янра та савăн аслă пиччӳпе!

Тăшман тесен — çиллен, кĕрле кĕр те кĕр,
Туссем тесе — сар кайăкла ян-ян.
Хитре сассу та шухăшу ĕрчетĕр,
Кĕрхи уйри итем пек пул пуян!

Сана паян тиркевлĕ хурлаканĕ
Ăçта кам пултăр пысăк çĕр çинче, —
Мухтатăп эпĕ, гварди капитанĕ,
Сана хĕвел пек уйăх умĕнче.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s