Геннадий Юмарт: Тĕлĕнтермĕш сăмахсем


Перс-иран сăмахĕсем
Йышлă пирĕн чĕлхере.
Сĕм авал, тахçан вĕсем
Лекнĕ хамăр çул-йĕре.

Мĕн пирки, мĕн сăлтавпа
Манăçа тухман хальччен?
Халăхри сăваплăхпа
Çирĕп çыхăннă иккен.

Ăраман е Ахриман
Пĕлтерет усал вăя.
Турăран вăл хăраман,
Тепĕр чух пулман ая.

Çавăнпа та хушăран
Çитнĕ Ахăр самана.
Ырă Туррăмăр кайран
Пусарса пырать ăна.

Арамаçă тăвĕсем
Тĕл пулаççĕ халапра.
Турă вырăнĕ вĕсем
Тянь-Шаньре те Кавказра.

Пур сăмах: асат хуçать.
Кĕçĕн Турă йышĕнче
Шутланать-мĕн çав асат.
Сыхчă вăл çын çумĕнче.

Вил тăпри çинчи чартак
/Тăрăллă лутра пура/.
Упранать пирте пăртак.
Вăл та пур-мĕн Иранра.

Асаттесем сĕм авал
Кӳршĕ халăх тĕнĕпе
Пурнăç тытнă-тăр кал-кал,
Улăштарман тепринпе.

Хурасан та Йуçпăхан,
Хапăс, Нурăс, Ахмане…
Çак ятсем те тахăçан
Çитнĕ Атăл тăрăхне.

Сартăш тĕнĕн йĕрĕсем
Хушпура та тум-юмра.
Вут-хĕвел сăнарĕсем
Тăнă вăй чĕртсе юнра.

Масмаксен тĕррисенче –
Вутлă çулăм кукрашки.
Пикесен саррисенче –
Пур халам каштин мĕлки.

Тĕн сарса çӳрекентен,
Тыткăнри çын урлă та
Килнĕ, ахăр, инçетрен,
Юлнă ют сăмах кунта.

Минюкпа Минке ятсем
Тур паллиллĕ тениех…
Эй, тĕпчевçĕ, тĕпчесем,
Тĕплĕреххĕн пĕлĕнех.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.