Милли ][ Kennatĕj Jumart / Геннадий Юмарт


Ылхан витсеччĕ сан ятна,
Усал этемччĕ эс, тăшман та.
Хальччен курманччĕ те сăнна,
Мĕн çырнине те вуламан та,
Пытарнăран сăваплăхна
Айвантараххăн сăнарлантăн.

Кăвак хуппи тĕрĕслĕхе
Яр çутата пуçланă майăн
Тинех тухан ирĕклĕхе,
Саманапа утан пĕр шайăн,
Унпа эс тупрăн пĕр чĕлхе,
Таймас çĕртен сана пуç тайăн.

Сăну хурчка пек хăруш мар,
Нимле куштанлăх, çăмăлттайлăх
Çапмасть куçран хаяр кăвар.
Шеллевлĕх, ăс çути, сăпайлăх —
Митта пек вашават сăнар
Тухать ума кĕрнеклĕ, стайлă.

Тăван чăваш чун хавалне
Европа çӳллĕшне çĕклесшĕн,
Пĕлес тесе тĕнче халне
Эс ырă сунăмпа кĕрешнĕ,
Асаттесен аваллăхне
Çунат хушма çунса кĕрмешнĕ.

Пĕлӳçĕ пек нумай пĕлсе,
Эс тĕрĕсрех курма пултарнă.
Каларăн: çынлăха пӳлсе
Хăв тухăн çынлăхран, мăнтарăн.
Тăванлăха хисеплесе
Чăвашсене шав чăмăртарăн.

Хăй чавнă шăтăкне лексен,
Шур сурăх тирлĕ сăхă кашкăр
Çĕр ылханне уртать иккен
Пĕвӳ çине ай вăштăр-ваштăр.
Вĕçне-хĕрне тупас тесен,
Кайран вара çынсем аташчăр.

Таçта çĕрет сан шăм-шакку,
Хальччен те канăç тупаймасăр,
Хастарлăхне тăван сăпку
Хака хурассине сунмасăр.
Хĕвеллĕн килнĕ шанчăку
Пăчланчĕ пулĕ сывлаймасăр.

Çапах сӳнмерĕ сан яту,
Вăл ылтăн пĕрчи пек çуталĕ.
Ахальтен мар хушамату
«Йыш-халăх» тенипе пĕр халлă.
Ăш пиллĕ санăн хăвату
Тапса тухать тан тапнăн халĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s