Кун килет те каять çаврăнса…

Любовь Мартьянова


Кун килет те каять çаврăнса,
Шуçăмпа çĕнĕ кун çуралать.
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать.

Кĕрхи кун кĕрхилле те — хитре —
Пăтăр-пăтăр ÿкет сар улма.
Улма мар та-и, тен… тĕтрере
Минутсем патлатаççĕ ума.

Кам курать ман чунри хĕлĕхе?!
Тунсăхпа тулнăскер, кĕрхилле
Янăратăр-и вăл халлĕхе
Нихăçан çитмесле сив хĕлле.

Кун килет те каять çаврăнса.
(Вăхăта вăхăт çеç хăвалать.)
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать…

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Любовь Мартьянова


Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,
Ютшăнмастăп çынран та хамран.
Çут хĕвел вăййипе,
Çутă кун юррипе
Пурăнса —
юлас çук халăхран.

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп,
Ÿкĕнместĕп паян та ыран.
Аслă çул варрипе,
Шурă юр юррипе
Ăнтăлса —
хăрас çук ют куçран.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,
Култармастăп тусран, тăванран.
Савнă кил çутипе,
Асатте пилĕпе
Пурăнса —
тухас çук çынлăхран.
Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.

Сăвăç мар эп паян… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Сăвăç мар эп паян.
Çулçӳревçĕ.
Елĕкхи самантсен авалхи ĕмринче
Эп çӳретĕп,
Елĕкхи ĕмĕтсен ĕмĕрхи сĕмлĕхне
Тинкеретĕп.
Ăруран ăрăва юнтымар çулĕпе
Асаттен мăн аслашшĕ патне те
Çитетĕп.
Юррине,
Куллине,
Мĕн калас тенине
Йăлт куратăп,
Илтетĕп,
Тимлетĕп.
Пĕр суймасăр вара,
Ун манукĕн мăнукĕ,
Тĕп чăвашăн таса чĕлхипе
Паянхи çут куна,
Паянхи ыр куна мухтаса —
Килентерĕп.
Е кайран,
Темиçе çĕр çултан,
Ман мăнукăн мăнукĕ
Ман ума килессе,
Чăвашлах пуплессе
Ĕнентерĕп!..

Сулла

Ямахат Мишши


Автобус килсе çитрĕ. Алăк патнелле пĕр утăм турăм çеç – шала кĕрсе те тăтăм. Халăх лăк тулли. Пур енчен те хĕстереççĕ – пăркаланмалли те çук. Тепĕр чарăнуччен епле те пулсан чăтас терĕм. Акă, пĕри ман çине (эпĕ пĕчĕккине кура ĕнтĕ) сумкине хăпартса лартрĕ. Çăвара теприн чаплă шарфĕ кĕрсе кайрĕ те пăкăласа лартрĕ. Кăшкăрас тетĕп – сас тухмасть.Малаллине вулас

Тукшан ][ Ямахат Мишши / Jamahat Mišši

Хăш-пĕр çынсем, хăйсене артист тесе ĕлĕкренпех сцена çинче выляççĕ. «Хамăн та тытăнса пăхас мар-и пĕрре», – тесе шутларăм эпĕ.
Артистах пулас çук манран, анчах шухăшланă – тунă. Халăх хушшинче хама чи кирлĕ çын пек кăтартас терĕм. Акă эпĕ пасара çитсе кĕтĕм. Кунта тĕрлĕ тавар сутаççĕ. Халăх! Лăк тулли. Эпĕ аш касмалли каска çине хăпарса тăтăм та йĕри-тавралла сăнарăм. «Эй, тус-тăван, пурте пухăнăр ман пата! Кунта тĕрлĕрен кĕнчеле! Мĕн кирлĕ, тупăн эс пурне те! Пуканесем, чӳлмексем…»
– Эй, эсĕ унта, мĕн кăшкăратăн? – сас пачĕ такам халăх хушшинчен. – Мĕнпе сутă тăватăн?
– Сывлăш сутатăп! – терĕм эпĕ.
Пăх-ха, ку аш ваклакан вĕт-ха. Манăн кӳршĕ хăйĕн пысăк пурттине сулкаласа тăрать. Мана хам тăнă вырăнтан тӳрех туртса антарчĕç. Эпĕ вĕсене хирĕçлеме пăхатăп.
– Тăванăмсем, шеллĕр мана! Эпĕ аннен чи кĕçĕн ывăлĕ, тĕпкĕч эппин!
– Курăнать! – тет халăх. – Сăмсу пашалу пек. Курнă эпир сан пеккисене!
Кӳршĕ вара вĕсене хĕтĕртсе тăрать.
– Тӳрех паллаймарăм эп ăна! Таçта курнă пек туйăнать-ха. Кайран пăхатăп та – ман кӳршĕ пулчĕ тăчĕ! Эй, эсĕ унта мĕн тума хăпарса тăрса!
– Ялта манăн патшалăх пур. Эпĕ унăн хуçи пулатăп. Манăн сывлăха упрамалла. Кам вара эсĕ ман çине кăшкăрма?!
Аш ваклакан пĕр хĕрелсе, пĕр кăвакарса кайрĕ.
– Эпир кӳршĕсем вĕт-ха! – татах кăшкăрать. – Ăнлантăн-и çакна пирĕне çук?
Вăл та манпа юнашар хăпарса тăрасшăн курăнать. Çынсем те çакна туйса илчĕç. Эпĕ вара ăна ыталаса илтĕм, куççуль те тухрĕ. Усал сăмахсем чĕлхе çинех килчĕç. Аран хама чарса ĕлкĕртĕм.
– Тăванăм! – тетĕп. – Ăçта пулнă эсĕ халиччен, сĕмсĕр.
Пире пĕр-пĕринчен уйăрасшăн. Çапăçма пуçласран хăраççĕ пулмалла.
– Хăçан пулнă вăл тăванпа тăван ыталашса çапăçни? Хальхи пурнăçра кун пеккине кураймăн, – теççĕ хăшĕсем.
Мана туртса антарчĕç те пасартан кăларса ывăтрĕç.
– Эпĕ пĕртте усал шухăшпа мар! – кăшкăратăп халăха. – Тен, эпĕ артист пуласшăн! Ыттисене юрать пулсан, мĕншĕн мана юрамасть!
Мана пĕри те итлесшĕн пулмарĕ. Килтисем умĕнче кун пек мыскара кăтартма сĕнчĕç.
Пуринчен хытă кăшкăраканни хайхи пасарти аш-какай ваклакан пулчĕ. Халăх хушшинче хăйĕн пурттипе хăлаçкаланса тăни аякранах курăнса тăчĕ.

Çĕлĕксĕр пассажир ][ Ямахат Мишши / Jamahat Mišši

Эх, ача-а, мана пĕррехинче автобусран кăларчĕç те печĕç. Эпĕ пĕр вăхăт ним пĕлми пулса выртнă иккен. Темле карчăк мăкăртатнипе тăна кĕтĕм.
— Эй, Турăçăм! — тет. — Халăх пăрçа пек тăкăнать! Ку арçын та эрех ĕçсе кăннă! Пĕтнĕ, мăнтарăн!
— Кам кăннă? Кам пĕтнĕ? — хăранипе кăшкăрса ятăм эпĕ куçа аран-аран уçса.
Кинемей карт! сикрĕ те самантрах умран таçта тарса çухалчĕ. Хура тумлăскер, вилĕм карчăккиех пулчĕ-тĕр ку.
Тăрса лартăм та йĕри-тавра пăхкаларăм: тарас килет, — анчах ăçта? Кӳтсе кайнă алăсене вĕрсе ăшăтрăм та пуçа хыпашласа пăхрăм. Ак тамаша! Çĕлĕк çук! Ялтан хулана асăрханмасăр утăм та тумалли çук-мĕн, аяккалла пăхса ил çеç — юлашки йĕмсĕр хăварĕç.
Çав хушăра тăрмаланнă пуçа шухăш килсе кĕчĕ. Автобусри халăх мана ветеринари станцине кайма хушнă пек. «Юрать!» — терем ăшра. Каланă — тунă.
Пуç айĕнчи минтер вырăнне пулнă кирпĕче алла илтĕм те ялт! сиксе тăтăм. Инçех мар хĕрлĕ кирпĕчрен тунă, кермен пек курăнакан ветеринари станцийĕ ларать иккен, чавтартăм çавăнталла.
Çара пуçăн, кирпĕч йăтнă арçын килсе кĕнине асăрхасан выльăх тухтăрĕ, хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе лараканскер, те тĕлĕннипе, те хăранипе, тăрук чыхăнса кайрĕ, сĕтел айне кĕчĕ ӳкрĕ. Тем вăхăтран кăна пуçне çĕклесе пăхрĕ.
Эпĕ кирпĕче сĕтел çине кĕмсĕрт! тутарса хутăм та — хут листисем, лĕпĕшсем пек, пӳлĕм тăрăх чăл-пар! саланчĕç. Выльăх тухтăрĕ каллех куçран çухалчĕ.
Пăхатăп: ветеринар сывлăшра вĕçекен шап-шурă хутсем хушшипе тăват уран алăк еннелле упаленет. Эпĕ ăна хăваласа çитсе сулахай уринчен ярса илме ĕлкĕртем, йăтса тăратрăм та сетел патне çавăтса кайрăм.
— Пĕлетĕн-и эсĕ çакă мĕн япала иккенне? — ыйтрăм кирпĕч çине кăтартса.
— Кирпĕч, — тĕлĕнсе тавăрчĕ выльăх тухтăрĕ.
— Эх, эсĕ те çав, çăпата кантри! Ку — Тунгус метеоричĕн чăн-чăн катăкĕ вĕт. Ахаль кирпĕч мар ав! Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл сирпĕнсе кайнă та, ун катăкĕ вара пирĕн çырма-çатраллă тăрăха килсе ӳкнĕ!
Выльăх тухтăрĕн куçĕсем чарăлсах кайрĕç.
— Ман шутпа, ку кирпĕчех.
— Унтанпа пĕр ĕмĕр иртнĕ вĕт-ха, — ăнлантарма тăрăшрăм эпĕ. — Хăвах шутласа пăх: çавăн чухлĕ вăхăт хушшинче метеорит катăкĕ кирпĕч пек мар, тăм муклашки пек пулса тăрĕ.
Выльăх тухтăрĕ чăннипех шухăша путрĕ.
— Килĕшетĕп. Анчах мĕншĕн вăл хĕп-хĕрлĕ?
— Ытлашши хĕрсе кайнипе ĕнтĕ! — кăшкăрса ятăм эпĕ. — Унта «Тунгус температури» çавнашкал хăпарса кайнă — вĕри çатма çинчи пек.
Выльăх тухтăре çутă куçĕсемпе ман çине тинкерсе пăхрĕ, пырса ап пачĕ те, пĕр сăмах чĕнмесĕр, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Манпа килĕшрĕ, эппин.
— Манăн тахçан пĕр йытă пурччĕ — Мопс хушаматлăскер. Питĕ ăслă выльăхчĕ! — терĕ ветеринар эпĕ пуррине манса кайнăн кĕтеселле пăхса.
Выльăх тухтăрĕ манăн шухăша аяккалла пăрасшăн пулнине ăнланса илтĕм. Ун сĕтелĕ çине хăпарса лартăм та итлеме хатĕрлентĕм.
— Тăнла-ха, юлташ, — терĕ вăл, — выльăх-чĕрлĕх çынран та ăслăраххине сана ĕнентермелле кăтартса парас-и?
— Юрать! — килĕшрĕм эпĕ.
— Тимлĕн пăх! — терĕ тухтăр мана сĕтел çинчен тĕксе ӳкерсе. — Шăна вĕçет, куратăн-и?
Эпĕ урайне тăсăлса выртрăм та пуçа алăпа тĕкĕлесе итлеме пуçларăм.
Халĕ эпĕ линейка илетĕп те тăнне çухатнă шăна ун çине пырса ларасса тата çĕр туртăмĕ ăна ӳкерессе кĕтме пуçлатăп. Вăт пулать тăк пулать мыскара! Сиксе тăтăм та выльăх тухтăрĕпе пĕрле шăна линейка çине ларасса кĕтме пуçларăм. Лешĕ вара, пӳтсĕр, шав вĕçет, шав нăйлать. Ну, ухмах мар-и?
— Тăмсай! — кăшкăртăм эпĕ.
— Чăнах! — вĕчĕхсе хушрĕ выльăх тухтăрĕ. Эпĕ çакна тĕрĕслесе пăхас терĕм. Чи малтан сĕтел çине сахăр сиропĕпе пыллатнă çăкăр çемçи хурса патăм, унтан таса сахăр песукĕ сапрăм, кайран…
— Итле-ха, тен, ку шăна питĕ ăслă. Çавăнпа лармасть пуль, э?
— Тĕрĕс те пулĕ.
Выльăх тухтăрĕ каллех эп пуррине манса кайса кĕтесрен кĕтесе чупса çаврăнчĕ, шăнана паттăр ĕç тума хавхалантарчĕ.
— Вĕç, вĕç, чунăмçăм, линейка еннелле — йăпат мана! Лар!
Выльăх тухтăрĕ пӳлĕм тавра виççĕ чупса çаврăнчĕ те шăна эрешмен картине çаклансан çеç, мана пĕрремĕш хут курнăн, шурă куçĕсемпе шăтарасла пăхрĕ те çухаран ярса ил чĕ:
— Кам эсĕ? Тен, вăрă-хурах?
— Ай-уй! Мĕнле вăрă! Эпĕ автобусра çĕлĕке çухатрăм. Халĕ кĕркунне, сивĕ!
— Вара?
— Кĕскен калатăп: çĕлĕкĕ йытă тирĕнченччĕ. Эпĕ ăна çирĕм сакăр çул тăхăнса çӳрерĕм — ылтăнран хаклă.
— Тепĕр хут калатăп, кунта ветеринари станцийĕ. Эсĕ çĕлĕк шырама çакăнта мĕн тума килнĕ?
— Ăнлантаратăп, — хамăннех петĕм эпĕ. — Автобусран мана халăх йытă тесе кăларса ывăтрĕ. Йытăсем вара — сирĕн клиентсем!
— ???
Пĕр пилĕк минут эпир пĕр-пĕрин çине шăппăн шăтарасла пăхса тăтăмăр.
Выльăх тухтăрĕ малтан шакла пуçне, кайран мана хулпуççинчен ал тупанĕпе çат çапрĕ те куçран пăхса çапла каларĕ:
— Тăмсай эс, ял çынни, — эпĕ кунта — хуралçă, выльăх тухтăрĕ мар, — терĕ те сĕтел çине шурă эрех кăларса лартрĕ.
Малалла мĕн пулнине астумастăп…

Утрăм урам тăрăх ][ Ямахат Мишши / Jamahat Mišši

Пĕррехинче ирхине урама тухрăм. Çынсем пĕрин хыççăн тепри таçта васкаççĕ. Умра, мĕн-ши унта? Тен, унта çутă малашлăх кĕтет пире? Ăçта васкаççĕ çавăн пекех? Пурте тарăн шухăша путнă. Пуçĕсене пĕкнĕ, темĕн çинчен шутлаççĕ. Тен, вĕсем пĕлеççĕ умра мĕн кĕтнине?
Эпĕ те вĕсем хыççăн васкаса ута пуçларăм, анчах ниепле те хăваласа çитеймерĕм. Мĕншĕн тата пуçĕсене çав териех уснă-ши? Тен, пĕтĕм вăрттăнлăхĕ çавăнта пытарăннă? Вĕсем никама та асăрхамаççĕ. Вĕсене вара пурте кураççĕ.
Çакна хам çинче тĕрĕслесе пăхас терĕм.
Тӳлек те лăпкă çанталăк тăрать. Ирхи апат та çимерĕм, çăвăнмасăр, хырăнмасăр тухса утрăм килтен (выçă хырăмпа ăслă шухăшсем кĕреççĕ пуçа!). Эпĕ те пуçа чиксе шухăша путса утатăп. Акă тĕп урама тухрăм. Ку урам чукун çул вокзалĕ патне çитиех тăсăлать. Çулĕ тăвалла. Акă, тĕслĕхрен, çунашка çине ларса анса кайсан тепĕр çур сехетрен «Абакан — Мускав» пуйăс вакунĕ умне çитсе тăратăн. Тавар пуйăсĕн урапи айне те пулма пулать.
Çунашкасăрах сарлака та мăнаçлă юман кутне çитсе тăтăм. Çĕлĕке пусарах лартрăм, сăн-питĕме улăштартăм та урам тăрăх утса кайрăм. Никама та курмастăп, нимĕн те илтместĕп хам.
Мана тӳрех асăрхарĕç. Малалла утатăп. Шкул ачисене тĕл пултăм. Вĕсем те мана куç хыврĕç пулмалла. Хам вара вĕсене курман пек тăватăп. Ачасем мана хупăрласа илчĕç те турткалама пуçларĕç.
— Пиччемçĕм, — чĕвĕлтетеççĕ хăйсем. — Эпир тимуровецсем. Сире вутă купаласа памалла мар-и?
— Çук! — тетĕп эпĕ. — Пирĕн килте вĕри шыв та пур. Мана вутă кирлĕ мар.
Ачасем тинех хăпрĕç.
— Сире тем пулман пулĕ те? — илтĕнчĕ çав хушăрах çепĕç сасă.
Хĕрарăм? Хăвăртрах тарас кунтан! Шелленĕ пек тăвĕ те çилĕм пекех çыпçăнса ларĕ. Уйăрса та яраймăн кайран.
Утăма хăвăртлатрăм.
— Сана такам кӳрентерчĕ-им? — терĕ пĕр çамрăк çын.
— Çапла, — терĕм эпĕ. — Мунчара çăвăннă чух вĕри шыв пĕтсе ларчĕ: супăньрен епле тасалас тесе утатăп.
Йĕкĕт тĕлĕннипе пĕр вырăнта хытса тăчĕ те эп иртсе каймасăр та вырăнтан тапранаймарĕ.
Икĕ карчăк ман çине тимлесех пăхрĕç, пуçĕсене сулкаласа малалла утрĕç.
Такам «Васкавлă пулăшу» машини чĕнтерме ĕлкĕрнĕ. Машина манпа танлашсан иккĕн наçилккапа сиксе анчĕç. Вĕсем — ман хыççăн, эпĕ вара вĕсенчен таратăп. Аран-аран хăпрĕç манран.
Эпĕ чукун çул вокзалĕ патне хашкаса чупса çитрĕм. Шухăшласа тупнă маскăна сирсе пăрахрăм та пуйăс вакунĕсене куçпа ăсата пуçларăм. Мана питĕ намăс пулса кайрĕ, хамран хам вăтанса кайрăм. «Эх! Пулас çук манран çутă малашлăха курасси».