Виçйĕркелĕхсем ][ Алина Сосаева / Alină Sossajĕvă

Çавра кӳлĕре
Шевле пурăнать тейĕн.
Сап-сарă куçлă.

Кашăкпах çисем
(Сар çăвăн тутине пĕл).
Асăма килсем.

Кил тĕлĕ çук пек
Çӳрерĕ чун йĕрмĕшсе –
Тĕлне тупасшăн.

Эс – çăлтăр.
Йăлт-йăлт тăвать чĕрӳ сассийĕ.
Эпĕ пĕлĕт, тен?

Курăп та кайăп.
Каялла чĕнме ан хăй.
Кайăп та килĕп.

Курманçи пулни –
тĕлĕк. Ĕсĕклесе вырт.
Эпĕ çук мар-çке.

Айăпа кĕртни –
Пуç çапма хушни пекех.
Хăвăнтан кулни.

Элчелĕм çитрĕ тенĕн.
Куçа хупас-и?
Е ташша ярас?

Чĕнĕкĕлтетме-и
хĕрарăм, е савăшма?
Чĕнмесĕр тăрăп.

Тараса чĕмми
Унталла кунталла-и?
Хăравçă çын эс.

Вăл ним те чĕнмест.
Е айăпсăррисене
каçарма вăхăт?

Çăка чечекĕ
евĕр пурнăçу санăн.
Сĕрĕм сирĕлтĕр.

Чечеклĕхре эп.
Чунăмпа санпа, савни.
Чеченлĕхре чун.

Чĕллĕн-чĕллĕн кас
та туйăма. Пулчĕ те
чĕнтĕрлĕ кĕпер!

Чĕре çурăлсах
тухтăр тесен мĕн тăвăн?
Атăпа тапта.

Çĕрĕ тăхăнман
Пурăнăç (Чĕрĕ мăшкăл
тăвăн-ши?) Эп – сан.

Ача пекех-çке
çуйăхрăм сана курсан.
Шурхайнă питӳ

Пĕр шута хурсам
хăвна – мана, савниçĕм.
(Хĕвел çути пĕр).

Тавралăха каç
сĕмĕ ыталарĕ. Уç
куçна. Шыра… Эп…

Ытлашши сивĕ
кăкăрта. Йăл кулсамччĕ.
(Иккĕн. Сивĕре).

Такам килет-и
кунта? Ним те курмастăп.
Йĕпрен – пĕрене.

Ытларах чухне
ыткăнса кĕрĕттĕм эп.
Ыртартăм та-им?

Тайлăк шăпа-и?
Çынран тайлăк мар,
тетĕп хам пирки.

Такăнтарасшăн
пултăн пурнăçа, савни,
Такăр çул пултăр.

Кашни çыннăн хăй
тайăнĕ пур, пĕлсем эсĕ.
Ман ум – такăр çул.

Эс вăрттăнлăх-и
ман е пăшăлти сăмах?
(Чĕмсĕр юрату).

Талăрса çитет
сана, чунăмçăм. Васка,
читлĕхре эпĕ.

Виçкĕтеслĕхре
чуну сан, Ирĕклĕхе…
Тан виçкĕтеслĕх.

Тапкалашуран
Çăлăнăç тупасчĕ ман.
(Ик хура куçу).

Тапратаймастăп
аллăма та çак самант.
Таптанчăк кăмăл.

Чун. Куçу курсан
таптамăн та çав…
Эсĕ сĕм суккăр, Ăнсăр.

Вĕри куççуль
тăктарнă, имĕш, эсĕ.
Çăлтан, ав, шыв та тарнă.

Юррăмсем юман
сунтăхра, уççисем, ав,
ылтăн, çăри çук.

Сана нихçан та
усал туманччĕ эпĕ. Çиллӳ ăçтан-ши?

Сума суса пуç
тайăттăм… Сумсăрлатрăн.
Тайма пуç… вĕçĕ.

Унăн куçĕнче
сулхăнлăхчĕ, тейĕç те.
Эсĕ – ташша яр,

Ылхану çитрĕ.
Куçăм чарăлать.
Эсĕ мана кирлĕ халь.

Паянлăхра эп.
Санпа чухне çеç ырă.
Ачашлăхра эп.

Эп пур та çук-мĕн,
саншăн çакă пурнăçра.
Эп кирлĕ мар-мĕн…

—Эсĕ мана кирлĕ…
—Эсĕ мана кирлĕ мар!
(Эслĕхпе манлăх).

Кăвайт. Çунать-и
сан чуну. Е шăплăхра
эсĕ? Кă-вайт-лăх…

Пурах тĕнчен вăй.
(Сана валли çăлăнăç).
Ыйтма ан хăй вăй.

Куккук авăтĕ…
Ахрăм янăрашĕ çав.
Хевтӳ ав пĕтĕ.

Кăкшăмра сим пыл.
Чунăма сурчăкпа-и?
Çăварна хуп. Шăп…

Таракантан эс
ан хăра. Тав ту та – яр.
Каллех ман килес.

Юр çунăн… çурĕ…
куççуль. Питĕм-куçăмран
усал сăн пăхать.

Хĕвел майĕпен
йăраланса анать те…
(Васкаманлăх. Эс).

Çанталăк паян
ахăлтатса кулас пек.
(Каçăху евĕр).

Каймăп тенĕччĕ
вăрманне. Мăйăр тĕшши
илĕртрĕтейĕн.

Шур хурăн хăлха
çакки çакнă. (Илемçĕ –
илĕртӳçĕ… Вăл).

Тĕнче илемĕ
пĕтнĕн туйăнать. Чĕрӳ
чулланнă,тейĕн.

Юр пĕрчишĕн пит
те пур-им? Ман питĕме
сĕртĕнесшĕнччĕ.

Чун ахахĕ пур…
Сирĕн чунра. (Эппин – Çын).
..Хăй асапĕпе.

Çепĕç чунна та
таптама пăхрĕç. Эсĕ
парăнмарăн… ав.

Йăраланса та
тайкаланса пычĕ-çке
кĕвĕçӳ. Тартăр.

Тӳпене куçа
шăкăçтараймастăп-иç
(Сăну – куçра).

Куç кĕрет кулчĕ…
сĕмсĕркке. Пуçăнта
çавах кăвак çук.

Пĕлĕтсенче… Чăн…
Пурнăç? Ку енче вара –
Тытамак чирĕ?..

Тĕтреллĕ ирччĕ…
Чунăнта шевле ташла-ташла…
Хăшкăлчĕ.

Пĕчĕк тĕнче те
аслă, тенĕн… Сывлăм е
тумлам витĕр кур.

Лăпкăлăхусем —
Чун пуянлăхĕн терчĕ,
Телей те пултăр!

Тĕнче илемĕ –
Пĕтнĕн туйăнать паян.
Чунра пуш-пушă.

Тĕтĕм тĕксĕмĕ
куçа хупларĕ…
(Эсĕ – тĕлĕкре),

Сана хисепе
хуман чунсем пуррине
пĕлсен… Макăртăм.

Çумăр макăрнă
евĕр… Чĕрÿ сурать-и?
(Куççуль те… йĕпе).

Борис Борлен: Тĕлĕнмелле сăмахсем

Борис Борлен

Борис Борлен —  поэт, публицист, вĕрентÿçĕ. Тĕрлĕрен хаçат-журнала ертсе пырас ĕçе хутшăннă. Пушкăртстанпа Тутарстанри чăвашсем хушшинче тăван чĕлхене вĕрентес тата сарас енпе ĕçленĕ. Шÿтлӗ-сиплӗ сӑввисемпе уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→


Тĕлĕнмелле сăмахсем

Чăваш аваллăхĕ — Сăвар,
Çак сăмаха сума сăвар!

Лартнă çĕнĕ кил-çурта
Кĕмелле çутса çурта.

Сана калатăп тепĕр хут:
Ку маншăн питĕ кирлĕ хут,
Кăмакана унпа ан хут.

Çĕн кĕпе ан пултăр тăвăр,
Çухине те ирĕк тăвăр.

Кил-çуртра кирлех вĕрен,
Эс ăна явма вĕрен.

Малаллине вулас

Альтук ][ Чăваш халăх юмахĕ


(ЧӐВАШ ХАЛӐХ ЮМАХӖ)
Пĕр карчăкпа старик пурăннă тет. Вĕсен Иван ятлă ачи пулнă тет. Карчăкпа старик кил хушшинче ĕçлеççĕ тет. Иван шавах сунара çÿрет тет. Карчăкĕ яланах:
— Старик, Ивана авлантарасчĕ, мана пулăшакан çук. Виличчен ачи-пăчине курса юласчĕ, — тесе калать тет.
Пĕрре çапла Иван сунара кайма пуç-тарăнчĕ тет. Ашшĕ калать тет кăна:
— Ачам, эсĕ çамрăк мар ĕнтĕ, аннÿ авлантарасшăн сана. Сунара çÿренĕ чух-не ху валли арăм тума пĕр-пĕр хуркайăк тытса килместĕн-и?
Иван тухса кайрĕ тет хире. Пĕр карта хуркайăк вĕçсе пырать тет. Иван пĕрне персе ÿкерчĕ тет, килне илсе таврăнчĕ тет. Амăшĕ вут чĕртсе ячĕ тет, унтан хур-кайăка тытрĕ тет те çунаттисене çунтар-са ячĕ тет. Хай хуркайăк хуп-хура арăм пулса тăчĕ тет.
Ирхине çĕнĕ çын икĕ витрепе çырмана шыв ăсма кайрĕ тет. Пĕр карта хуркайăк вĕçсе пырать тет. Альтука курчĕç тет те: Атя, Альтук, киле, Аçу килчĕ пасартан, Кулачă-пĕремĕк илсе, -тесе чĕнеççĕ тет.
Пырăттăм та — пыраймăп: Хурăн вутти хучĕç те
Хур-çуната çунтарчĕç, Вĕрене вутти хучĕç те Вĕр-çуната çунтарчĕç, -тесе йĕрет тет Альтук.
Хуркайăксем Альтука пурте пĕрер тĕк татса пачĕç тет. Альтук тĕкĕсене хул хуш-шине, кĕпи айне хĕстерчĕ тет те, витри-сене йăтса, килне таврăнчĕ тет. Хунямăшĕ:
— Мĕнле вăрах çÿрерĕн? — тесе ка-лать тет.
— Çăл патĕнче çын нумайччĕ, — терĕ тет кинĕ.
Иккĕмĕш кун Альтук каллех шыв ăсма кайрĕ тет. Каллех пĕр карта хуркайăк вĕçсе пырать тет.
Атя, Алътук, киле, Аçу килчĕ пасартан, Кулачă-пĕремĕк илсе, — тесе юрласа чĕнеççĕ тет Альтука хăйсем-пе пĕрле.
Пырăттăм та — пыраймăп: Хурăн вутти хучĕç те Хур-çуната çунтарчĕç, Вĕрене вутти хучĕç те Вĕр-çуната çунтарчĕç, -тесе хурланса йĕрет тет Альтук.
Хуркайăксем каллех пĕрер тĕк татса пăрахрĕç тет. Альтук кусене те хул хуш-шине, кĕпи айне хĕстерчĕ тет те, витри-сене йăтса, килне таврăнчĕ тет.
— Епле вăрах çÿрерĕн? — тесе калать тет хунямăшĕ.
— Çăл патĕнче çын нумайччĕ, часах ăсаймарăм, — тесе калать тет кинĕ.
Ӗнтĕ пĕр ик-виç çул та иртрĕ тет. Иван-па Альтукăн ача та çуралнă тет. Çапах та Альтук хăй килне манаймасть тет.
Пĕрре çапла Альтук татах шыв ăсма каять тет. Каллех пĕр карта хуркайăк вĕçсе пырать тет. Альтука курчĕç тет те: Атя, Алыпук, киле, Аçу килчĕ пасартан, Кулачă-пĕремĕк илсе, — тесе юрлаççĕ тет.
Пырăттăм та — пыраймăп: Хурăн вутти хучĕç те Хур-çуната çунтарчĕç, Вĕрене вутти хучĕç те Вĕр-çуната çунтарчĕç, — тесе юрласа йĕрет тет Альтук.
Каллех пурте пĕрер тĕк татса пăрах-рĕç тет. Альтук мĕнпур тĕкне пĕр çĕре пухрĕ тет те, çунатсем туса, хулпуç-çийĕсем çумне çыпăçтарчĕ тет. Унтан сикрĕ тет те юлташĕсемпе вĕçрĕ кайрĕ тет.
Килĕнче кĕтеççĕ-кĕтеççĕ тет шыва кайнă çынна — çук тет. Тÿсеймесĕр хунямăшĕ çырмана анса пăхать тет: каçма патĕнче витрисем анчах лараççĕ тет, кинĕ çук тет. Чĕнет-чĕнет тет кинне — ниçта та çук тет. Тупаймасăрах таврăнчĕ тет вара. Килĕнче
ачи макăрать тет. Шухăшласан-шухăш-ласан, хуйхăрсан-хуйхăрсан кайрĕç тет каллех кинне шырама: старикки те шырать тет, карчăкĕ те шырать тет. Кашни тĕл пулан çынран:
— Пирĕн кине курмарăр-и? — тесе ыйтаççĕ тет.
Иван та тухса кайрĕ тет арăмне шырама. Шырарĕç-шырарĕç тет, çук, тупаймарĕç тет. Аптăранă енне вара шырама та пăрахрĕç тет.
Нумай пурăнаççĕ-и, сахал пурă-наççĕ-и — пĕр ир хай Иван-сен пÿрчĕ тăррине хуркайăк пырса ларнă тет. Ачи сăпкара йĕрмĕшсе выртать тет.
Санăн куçу хупăнинччĕ, Манăн куççуль тăкăнминччĕ! -тесе юрласа ячĕ тет хуркайăк. Карчăкĕ тухрĕ тет те:
— Кшуй, кшуй! Мĕнле кайăк юрлать кунта? — тесе хăвала пуçларĕ тет.
Хуркайăк кăшт аяккалла вĕçсе ларчĕ тет. Карчăк кĕрсен, каллех пÿрт тăррине пырса ларчĕ тет. Хуркайăк каллех юрласа ячĕ тет:
Санăн куçу хупăнинччĕ, Манăн куççуль тăкăнминччĕ! — тесе калать тет.
Старикки тухрĕ тет.
— Кшуй! кшуй! Мĕнле кайăк юр-лать кунта? — тесе калать тет.
Хуркайăк кăшт аяккинелле вĕçсе ларчĕ тет. Старик кĕрсен, каллех пÿрт тăррине пырса ларчĕ тет. Каллех юрлать тет:
Санăн куçу хупăнинччĕ, Манăн куççуль тăкăнминччĕ! -тесе калать тет.
Ачи шав макăрать тет. Хуркайăк чунĕ тÿсеймерĕ тет, пусма çине вĕçсе ларчĕ тет, унтан пăлтăра кĕчĕ тет. Пÿрт алăкĕ уçă тет. Вĕçрĕ кĕчĕ тет хуркайăк пÿрте, сăпка пĕкечи çине пырса ларчĕ тет.
Иван çăпата туса ларать тет. Хур-кайăка курсанах, часрах çăпатине ывăтса ячĕ тет те пÿрт алăкне хупса хучĕ тет. Каллех вут чĕртсе ячĕç тет. Хуркайăка тытса, çунаттисене çун-тарса ячĕç тет, хуп-хура арăм пулса тăчĕ тет.
Иванпа арăмĕ халичченех савăнса пурăнаççĕ. Альтук ниçта та тарма шухăшламасть ĕнтĕ.

Юманпа Чĕкеç ][ Иван Тенюшев / Ivan Tenüššĕf


Темиçе ĕмĕр каярах Çавал тăрăхĕнче, Матьшу хĕрринчи пĕр ялта, питĕ çиллес те хаяр чăваш Ахмат пурăннă тет. Ӑна Хусан мăрси хан валли халăхран хырçă-алман пухма хушнă. Çавăнпа ку чăваша алман-çă тенĕ, вăл пурăнакан яла вара Алманч ят панă. Ал-мансă кĕрĕс-мерĕс кĕлеткеллĕ, пичке хырăмлă, кÿпшек питлĕ пулнă. Çавскер ял халăхне хăй аллинче тытнă, пуйнăçемĕн пуйса пынă.
Пуянни пуян, анчах телейĕ пулман унăн: ачи-пăчи, пĕрин хыççăн тепри, ураланичченех çĕре кĕнĕ. Юлашки ывăл çуралсан, ăна Юман ят панă. Вăл çав йывăç пек çирĕп пултăр, чир-чĕре ан парăнтăр тенĕ ĕнтĕ. Чăнах та, ача патвар ÿссе çитĕннĕ. Каччă çулне çитсен, ялти тимĕрçĕ хĕрне — ĕçчен те сăпайлă Чĕкеçе — килĕштернĕ вăл. Ку хĕр çурхи хĕвел пек ырă та ăшă кăмăллă, чечек евĕр чечен те чипер, пĕвĕпе ятуллă, кăмăлĕпе савăк, ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе çутă пулнă. Чĕкеç чунĕ Юманшăн çуннă. Каччă чĕри те Чĕкеç еннеллех туртăннă, анчах Ахмат шыв арманĕ хуçин самăркка хĕрне, Эминене, кин тума тĕллев лартнă: ăна кăкăр ĕмнĕ чухнех çураçса хунă-мĕн.
Алманçă та сăхă пулса çуралман. Малтанхи вăхăтра вăл та ыттисемпе пĕрлех хан улпучĕ-вăйпучĕ пусмăрне тÿснĕ. Чăн ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ утар тытнăран кÿршĕ-аршăран кăшт тутăрах пурăннă.
Таврари чăваш ялĕсем пурте Карамыш мăрсана пăхăнса тăнă. Ун синчен çакăн пек хавха сарăлнă: чăрăшран вăрăм йывăç çук, мăрсаран усал этем çук. Карамыш Упаçырми ялĕ çывăхĕнче хулаш тутарнă. Чăвашсем мăрса нукерĕсемпе пĕрле ун тавра ур, хальхи пек каласан, тарăн канав алтса çаврăннă, тăпра купаланă, çÿллĕ карман тунă. Карамыш кашни ялтах алман, ясак пуçтаракан, уйăрса лартнă. Çынсене хăех суя тунă, çаптарнă, асаплантарнă. Пăхăнманнисене вута пăрахса çунтарнă. Чăвашсене хан çарĕ валли сулсем, кĕперсем тутарнă, лава янă, çамрăкраххисене хăй патне — хĕсмете — илнĕ. Креппăçри е хулашри çара чăвашсен тăрантарса усрамалла пулнă.
Ахмат алманçа çапла тухнă: пĕррехинче, хĕвеллĕ шăрăх кун, йăлтăр-ялтăр тумлă Карамыш мăрса пысăк мар хуралĕпе Ахмат патне чей ĕçме кĕрет. Ахмат чаплă хăна умĕнче чупса кăна çÿрет, ури çĕре перĕнмест, кунак мĕн каласан та «алай» тет. Хăйĕн чавка çăмарти пек пăнчăллă-пăнчăллă питне тар тапса тухнă. Вăл кукша пуçлă мăрсана, унпа пĕрле ерсе килнисене май пур таран сăйлать. Кара-мыш пылне те тăранайми çиет, кăрчамине те сипетсĕр ĕçет, усĕрĕлсе пуплеймиех пулать. Кучченеçе пĕр чĕрес пыл, карсинкка тулли хĕп-хĕрлĕ панулми парса ярать Ахмат. Çавăнтанпа ун утарĕнчен хулаша чĕресĕ-чĕресĕпе пыл ăсанать, утар хуçи вара алманçă пулса тăрать. Мăрса унăн ятне Ахматран Ахмел туса хурать.
…Юманпа Чĕкеç хушшинчи юрату вăйлансах, çулăмлансах пычĕ. Вĕсем мăшăрланма та хатĕр ĕнтĕ. Çакăн пирки Юман пĕррехинче ашшĕпе калаçса пăхрĕ.
— Кам пирки калаçатăн э-сĕ? — тăруках тулхăрма тытăнчĕ ашшĕ. — Санăн çураçнă хĕрÿ пур-çке. Пÿлĕх умĕнчи çылăхран хăра. Пурнĕ хĕр мулĕ сана ĕмĕр пурăнма çитĕ. Арман хуçин урăх ача-пăча çук. Пĕртен-пĕр Эмине çеç. Алманчра кам хуçа! Халлĕхе эпир хуçа. Алманчра кам пуян! Халлĕхе аçу-аннÿ пуян. Манер çук шеп лартăпăр туйна. Ял тĕлĕнĕ.
— Ӗç тĕлне пĕлмен Эмине хĕрлех кăвас чĕресĕ пек пулса кайнă. Çĕлен чĕлхине чухлать тенине те илтме пулать ялта ун çинчен. Çитменнине, уринче та>айăп пур: уксахлать. Мана Чĕкеçех илсе парăр.
Ашшĕн сăнĕ хура кĕркунне пек тĕксĕмленчĕ, пичĕ сумăрсăр пирченĕ ана пек пĕркеленчĕ.
— Ка-ма! Эсĕ шухăшласа каласатăн-и? Чĕкеç мулсăр мулкач пулнине хăвах пĕлетĕн-çке. Йĕмсĕр янавар. Çара пакарта. Эминен вара ячĕ мĕне тăрать. Мăрса хĕрĕпе пĕр ятлă вăл.
Авланасси пирки каччă ашшĕ-амăшĕпе калаçса татă-лаймарĕ. Чун савнă хĕрне качча илме чарни Юмана хуйха ертрĕ.
Алă шăнсан, алсиш тăхăнма хушнă. Пуçа йывăр кил-сен, ăслă-тăнлă çын патне кайма каланă. Шанчăклă тусран хакли çук, ватă çынран ăсли çук. Юман ăс ыйт-ма Тевет мучи патне кайрĕ.
— Эй-яй-яй… Ватăлтăм — халтан тайăлтăм, вăй-хал сутăн илес — ылтăнăм-кĕмĕлĕм çук. Санăн хуйху мана паллă, ăс паракан хам пулам-и! — пуçне каçăртрĕ Тевет мучи.
— Кăмăлу пулсан — тем пекчĕ, — терĕ каччă. «Эй-яй-яй… Чавса инçе те мар — çыртма çук. Телей те юнашарах — савăнса пурăнма çăткăнлăх ча-рать», — шухăшларĕ ун чухне Тевет мучи Ахме.ц ал-манçă çинчен. Сасăпа вара сапла каларĕ:
— Ӗнер çанталăк уярччĕ, паян çут тĕнче тĕксĕмленчă — пурпĕр тĕлĕнместпĕр. Ӗнер эпир телейлĕччĕ, паян телей çухалчĕ — пĕрех тĕлĕнмĕпĕр. Мĕскĕне юлар мар, пулар хамăр хастар. Авланма чараççĕ пулсан, ху качча тух…
Мучĕш мĕн сĕннине Юман малтан тавçăрса илеймерĕ, пĕр хушă шухăшларĕ те лăпланам пек пулчĕ. Анланчĕ вăл: унăн Чĕкеç патне киле кĕмелле. Кулса ячĕ те, мучие тав туса, хăвăрт тухса кайрĕ.
Чăнах та, ырă пускил хурăнташпа пĕрех-мĕн, унăн ăслă сăмахĕ ылтăнран та хаклă иккен.
…Матьшу хĕрринче вăрăм йăмра, çил тивмесĕр кун иртмест. Ай-хай мĕскĕн тăлăх хĕр, ах! теменни пĕр кун çук. Каскăн кăра çилпелен йăмра тăрри авăнать, йывăр хуйхă-суйхăпа Чĕкеç пуçĕ усăнать. Пĕр кунхине тăр кăнтăрлах сасартăк асар-писер çил тухрĕ, пÿрт тăррисене вистерĕ. Чĕкеçсен вити тăррине çĕре çавăр-са сапрĕ. Çил тамалсанах, Чĕкеç анкартинчен картиш-не пĕр лав пĕлтĕрхи улăм турттарса кĕчĕ. Виçĕ юплĕ сенĕкпе улăма йăта-йăта илсе вите тăррине витме пи-кенчĕ. Шăп çак вăхăтра картишне Юман килсе кĕчĕ, хĕре сывлăх сунчĕ те çапла хушрĕ:
— Эсĕ, Чĕкеç, кĕреплепе вите тăррине хăпар, улăмне
аяптан сенĕкпе эпĕ парса тăрăп. Асăрхануллă пул: ан ÿк. Икĕ çамрăкăн ĕç ăнса пычĕ. Юман улăм çĕклесе панă майăн савнă хĕрĕ çине вăрттăн пăха-пăха илчĕ. Чĕкеçĕн сăнĕ салхуллă, анчах вăл пурпĕр ытарайми илемлĕ, кашни хусканăвĕ килĕшуллĕ. Вите тăррине витсен çамрăксем кăмакара пĕçернĕ çĕрулми çирĕс, Чĕкеç хатĕрленĕ сулхăн квас ĕçрĕç.
— Атте-анне мана Чĕкеçе качча илме чарать… — вăраххăн пуçларĕ сăмахне Юман.
— Чĕкес çĕрме пуян Ахмел ывăлне качча тухма шутламан та, — сасартăк кăмăлсăррăн пулчĕ ăна хĕр. — Сан çураçнă Эмине пур. Çав чиперкке ĕмĕтне татнăшăн пулĕхçĕ мана çитмĕл хут та тытса хуçлатĕ, ĕмĕр-ĕмĕр асап кăтартĕ.
— Атте-анне мана Чĕкеçе качча илме чарать, — çав сăмахах тепĕр хут каларĕ Юман. — Чунăмçăм, хĕвелĕм, ху илсем мана качча, куçам эп сан патна пурăнма. Асапне пĕрле тÿсĕпĕр. Вите тăррине çил çав-ăрса çапсан, пĕрле витĕпĕр…
Хĕр чĕнмест. Юман ăна ăшă куçĕсемпе сăнать, çепĕс сăмахсем калать:
— Мана çырнă хĕрупраçăн пилĕкĕ çимçе, куçĕ пиçнĕ çĕмĕрт тĕслĕ, çуçĕ йĕпкĕн хура. Ячĕ Чĕкеç, хăй те çав вĕçен кайăкран пĕртте кая мар…
Хĕр каччăна итлерĕ-итлерĕ те, унăн пичĕ çине хĕвел çути ÿкнĕ пекех пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ килĕшменни-пе Юман çуначĕ хуçăлмаллипех хуçăлман иккен. Чĕкеç темшĕн-çке вăтанса кайрĕ, пуçне аялалла пĕкрĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ каччă Чĕкеçе пĕрремĕш хут чуптурĕ. Халь-хинче хĕр те унран пăрăнмарĕ. Анчах алманçă ывăлĕ Чĕкеç патне киле кĕме ĕлкĕреймерĕ: ашшĕ ăна, те-миçе лавпа тир тиеттерсе, Хусана кăларса ячĕ.
Чуна килĕшекен каччăпа пĕрлешме сăмах татнă хыççăн Чĕкес çунатланчĕ тейĕн. Пуртне çуса тасатрĕ, картишне тирпейлерĕ, анкартинче утă çулчĕ. Ун ал-линче ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Хăй пĕрмаях Юман таврă-насса кĕтрĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе сĕтел çине чавсаланса ларчĕ. Сайра вăрман çинче юр тăмасть, шухăшлă çынра сăн тăмасть. Чĕкеçĕн те пиçнĕ çырла сăнĕ иксĕлме пуç-ларĕ. Юман çул çинче вăрă-хурах тĕлне пулса инкек-синкек курасран та хăрать вăл. Тĕлĕнмелли çук: чуна ăшăтакан имлĕх Юманпа пĕрле çÿрет, пур савăнăçа та вăл кÿрет.
Хĕршĕн инкек кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕ. Хаяррăн вĕрекен Улайкка çĕрле сасартăк йынăшса ячĕ те па-чах шăпланчĕ. Ырă мара сиссе, Чĕкеç пуртă тытрĕ, картишне тухрĕ. Пĕлмен çав хăюллă хĕр унта хăйне мĕн кĕтнине: ăна йывăç тукмакпа пуçран çапса мин-ретрĕç те, шăналăкпа чĕркесе, арман пĕви хĕррине йăтса кайрĕç. Пичĕсене хупланă икĕ тискер арçын мĕскĕн хĕр мăйĕнчен йывăр чул сыхрĕс. Çав хушăра хăйсем пĕрехмай кĕл турĕç:
— Ырă пулĕхçĕ, каçар. Çылăх тесе ан шутла, кирлĕ-рен çапла тума тивет, хуçа хушнипе хĕр пурнăçне та-татпăр, — мăкăртатрĕ пĕри.
— Эсĕ, Чĕкеç, ан кутăнлаш, арман пĕвине лайăх сыхла, татса кайма ан пар, — пăшăлтатрĕ тепри.
Çав эсреметсем хĕр утне сулласа шыва пăра-хасшăнччĕ, сасартăк тĕмсем хыçĕнчен темиçен сик-рĕç тухрĕç, хăлхасăр çын та илтмелле кăшкăрса ячĕс:
— Эй, мĕн тăватăр эсир!
Эсреметсем иккĕшĕ те самантрах куçран çухалчĕс. Вĕсене усалран та усал ĕçе вĕсне итерме чаракансем Юман тусĕсем — Ухатер маттурĕсем — пулчĕç. Хĕр мăйĕнчен çыхнă сулмаклă чула салтса шыва пăрахрĕ Ухатер. Ун кĕпи çухавине вĕçертрĕ, юн тап-пине тĕрĕслерĕ.
— Сывлать, чĕри тапать, — кĕçех пĕлтерчĕ юлта-шĕсене.
авăн хыççăн Ухатерпе унăн юлташĕсем Чĕкеç ки-лĕнчен темиçе каç тухмарĕç. Ӑна тăна кĕрсе вăй илме пупăшрĕç, усал-тĕсел шухăшлисенчен сыхларĕç. Кун иртрĕ те çĕр иртрĕ, куç пек кĕтнĕ кун та çитрĕ: Юман Хусантан таврăнчĕ. Хăй çул çуренĕ хушăра тăван ялĕнче мĕн пулса иртни ăна ăш-чикĕ вĕреме кĕмел-лех тарăхтарса ячĕ, чышкисем хăйсемех чăмăртан-чĕç. Юрать-ха, ăна Ухатер лăплантарчĕ.
— Пÿлĕх курать, вăл суккăр мар, мĕнле тавăрмал-лине пире калĕ. Эпир вара канлĕх кĕтместпĕр, çăмăллăх шырамастпăр, пусмăра хирĕс тăратпăр, — шантарчĕ вăл Юманпа Чĕкеçе.
— Эпир таркăнсем мар, эпир харсăрсем, — кулан-çи турĕç Ухатер тусĕсем.
Каччăпа хĕртен вĕсем, çывăх тăвансем пекех, алă парса, ыталашса уйрăлчĕç. «Кирлĕ пулсан, мана Ӗпхÿ çырминче шыра», — Юмана шăппăн пĕлтерчĕ тухса каяс умĕн Ухатер.
Халап малаллах, вĕçне тухмаллах. Ял тăрăх хыпар хыççăн хыпар сарăлать, чап каять те ят каять. Ырă сăмах лĕпĕшпе вĕçет, усал сăмах утпа çÿрет. Пĕр-ик кунран Алманчра çăвартан çăвара çапла пĕлтерчĕç: арман хуçи çухалнă, вилли те çук. Вăл ăçтине Ухатер маттурĕсем кăна пĕлме пултарасçĕ. Унтан инкесем тепĕр хыпар шĕкĕлчерĕç: Чĕкеç патне Юман киле кĕнĕ.
Алманчра чăнах та çĕнĕ çемье чăмăртаннă.
— Ай-хай, ырă пулĕхçĕ! Пире ырă пурнăç пар! — илтĕнет çуталса кайнă пÿртре Чĕкеç сасси ирсерен.
Мăшăрĕн сăнĕ пĕрмаях шурăмпуç пек çуталса тăтăр тесе, Юман ăна çине-çинех ăшă-ăшă сăмахсем калать.
— Хĕвелĕмçĕм, Чĕкеçĕм, пăшăрханма ан шутла, пирĕн телей тупăннă ĕнтĕ, — йăл кулать вăл, арăмĕн аллине чăмăртаса.
Анчах çĕн çынсен телейĕ вăраха пымасть. Сылтăм хăлха йăнласан, — ырă хыпар, сулахаййи йăнласан, усал хыпар илтет тет. Юманăн сулахай хăлхи йăнларĕ — инкек кĕтнине пĕлессе пулчĕ. Унăн çывăх юлташĕ Ухатер килсе çитрĕ те тăшмансем çамрăк мăшăрăн кил-çуртне вут тĕртсе çунтарма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Ку ĕнтĕ Юманпа Чĕкеçшĕн чăннипех те пысăк хуйхă пулчĕ.
– Эпир ырă кураймастпăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине
усал пулса пырать. Çăкăр кăмакара тăрăхла çурăлнă, çакă та усала систерет, — лаш хуйхăрать Чĕкеç.
Юман каллех Тевет мучи патне тухса утать. Ӑна ял-йышшăн чунне пама хатĕр çын тесе шутлать, çавăнпа пÿлĕхçĕ вырăннех хурать.
Чăнах та, ылтăн чĕреллĕ çав Тевет мучи, кăмăлĕпе те калама çук ырă. Хурлăх куракана, инкек тусекене яланах пулăшма тăрăшать, паха канаш парать, вăй кĕртекен сăмах калать. Мучи миçерине ялта пĕлекен çук. Пурте ăна сума сăваççĕ, хисеплĕн пуç тайса «мучи» теççĕ. Этем ĕмĕрлĕхе çуралман. Анчах вăл ытти çын-семшĕн пурăнсан, ячĕ ĕмĕрлĕхех асра юлма пулта-рать. Асра тытни хăех çав сынна тав туни пулать. ихăçан та васкамасть, хыпăнса ÿкмест Тевет мучи. Ахальтен мар ун çинчен ял хушшинче çакăн пек сăмах çÿрет: Тевет мучи ута васкамасăр кÿлет, çула тухсан та ĕренкесĕр хăваламасть. Тата çапла пуплени-не илтме пулать: пысăк ĕçсем пирки Тевет мучи ял çумĕнчи хăйĕнчен нумай ватă вăрманпа канашлать, çавăнпа сăмахĕсем ăслă.
— Ватăлтăм ĕнтĕ. Шăммăм-шаккăм чарăнми сурать. Мана халь тин нимĕн те кирлĕ мар. Тен, телей курма сирĕн урăх вырăна куçса каймалла! — сĕнчĕ вăл Юмана.
Мучи кăмăлĕ пусăрăнчăк, сăнĕ хуйхăллă. Кăкăрĕнчен сывлăш йывăррăн тухать:
— Эй-яй-яй… Ӗнер çанталăк чиперехчĕ, паян пĕлĕт кашти йăтăнса анас пек — пурпĕр тĕлĕнместпĕр. Ӗнер ялта пурăнма май килетчĕ, паян кунта юлма май çук — çапах та тĕлĕнмĕпĕр. Инкек курар мар, урăх çĕре куç курми каяр.
Юман вăрах капасса лармарĕ: вăрăм сак çинчен ури çине ерипен тăчĕ, мĕнле килнĕ, çапла шăппăн тух-са кайрĕ. Мучĕш мĕн калани Юман пуçĕнчен туха пĕлмерĕ.
— Чăнах та, пурăнма май çук кунта. Тухар та каяр ирĕк çĕрелле. Пирĕншĕн те телей пĕтмен пулĕ-ха, ăçта та пулин тупăпăрах, — теветкел шухăш сĕнчĕ Юман савнă мăшăрне.
Чĕкеç тусеймерĕ, йĕрсе ячĕ, пуçĕпе упăшки кăкăрĕ çумне тĕршĕнчĕ.
— Аттен хуран тулли ылтăн укçа, çупçе тулли кĕмĕл укçа. Хăшне илме хушатăн? — ыйтрĕ Юман мăшăрĕнчен.
— Мĕн кирлĕ мара калаçатăн эс? Эпир вăрă-хурах мар вĕт. Анчах пĕр ырă ут аçу-аннунтен тивĕçлех сана. Ӗç лаши суйласа ил — кирлĕ пулĕ. Эпĕ хамăрăн хăла утпа пырăп, — вăраххăн хуравларĕ Чĕкеç, Вăл ассăн сывласа илчĕ, унтан пуçне каллех Юман еннелле пăрчĕ:
— Ай-хай ырă пÿлĕхçĕ, пирĕн телей ăçта-ши! Юман вара ăна çирĕппĕн çапла хуравларĕ:
— Иккĕн пĕрле пулсассăн, çук телей те тупăнĕ. Тĕттĕм каç вĕсем лакăмпа шерпет, пештĕрпе пăри
хăпартăвĕ илчĕç, иккĕшĕ икĕ ут утланчĕç.
Çамрăк мăшăра Тевет мучи ялăн кăнтăр енчи ултă çунатлă çил арманĕ тĕлне çитиех ăсатрĕ. Унта пулĕхçе кĕл турĕ, çула тухакансене ырă сунчĕ:
— Эй, ырă пихампар, ик çамрăка телей пар! Яна-варсем, ырми юртăр, инçе çул та кĕске пултăр! Хуйхă-суйхă хыçа юлтăр! Пÿлĕхçĕ, çырлах, пире ан пăрах! Тăшмансене чарах, усал тума ан парах! Сана эпир нух-рат парнелетпĕр.
Çакă тăван ашшĕ пехилленĕ пекех туйăнчĕ Чĕкеçе. Юманăн чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратса кайрĕ. Чĕкеç пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе илчĕ, ял çинелле юлашкк хут пăхрĕ те шăппăн юрласа ячĕ:

Урхамах тикĕс юртать, 

Ури йĕрри çеç юлать. 
Хуть ăçта та пĕр хĕвел, 
Тăван ялăм, шел, юлать.

Катари çула тухмаллине утсем те чухлаççĕ ахăр: тапăртатса тăраççĕ, чĕлхисем çеç çук калаçма. Ялтан уйрăлнă чухне çÿçентерÿллĕн кĕçенсе илчĕç.
Икĕ юланут кĕçех куçран çухалчĕ. Мучĕш вĕсем кайнă еннелле чылайччен пăхса тăчĕ, пуçне пăркаларĕ, çине-çинех ассăн сывларĕ:
— Эй-яй-яй… Эй-яй-яй…
Унăн кăмăлĕ хурланчăк, сăнĕ хуйхăллă, чунĕ ырат-маллипех ыратать.
Телей шыраса тискер уйпа кăнтăралла кайрĕç хас-тар чĕреллĕ самрăксем. Хăваллă-хăмăшлă, тулăх шывлă Кĕтне урлă каçрĕç иккĕмĕш каç. Кăнтăрла Юманпа Чĕкеç улах çĕрте утсене курăк çине тăлласа ярасçĕ, шăвараççĕ, каçпа малалла çул тытаççĕ. Виç-çĕмĕш каç Аслă Пăла хыçа тăрса юлать. Ир енне тепĕр çырма — Шăнкăртам — урлă каçаççĕ, хыр вăрмана кĕреççĕ.
— Миçе çухрăм килтĕмĕр-ши! Нивушлĕ пире шы-рама çакăнта çитиех тапаланĕç! — упăшкине куçĕн-чен чăр-р пăхать Чĕкеç.
— Вырăн килĕшет-и сана! Эппин, ÿпле тăвар, — сĕнет Юман.
Çĕнĕ çынсем хырлăхри пысăк мар ÿплере эрне ытла пурăнасçĕ. Юман ухăпа-сăнăпа сунара çурет, пушăт касса çăпата тăвать. Чĕкеç хурăн çырлипе хура çырла пуçтарать, чей курăкĕ — матрÿшке — татса типĕтет.
Пушăт касма иккĕшĕ пĕрле кайсан, таркăнсем ас-латиллĕ çумăр айне пулчĕç.
— Мăнаси авăтнă чухне юман айĕнче тăмаççĕ — унта усал пурăнать теççĕ. Атя пилеш патне кайса тăрар — ун айĕнче пулĕхçĕ пурăнать тет, — сĕнчĕ Чĕкеç.
Пулĕхçе шутсăр ĕненет вăл. Анчах турат тăрăннăран алли шыçсан пÿлĕхçĕ имлессе шанса тăмарĕ, юман мăкне типĕтсе ватрĕ те шыççа унпа çыхрĕ.
Çумăр хыççăн вăрманта упăшкипе арăмне нăй-нăй вăрăмтуна аптратса çитерет. Çавăнпа, унтан тухса, Шăнкăртам тепĕр енче çĕр пÿрт майлаççĕ, çавăнта пурăнма пуçлаççĕ. Шыракансем ан тупчăр тесе, ячĕ-сене урăхлатаççĕ: Юманран — Турай, Чĕкеçрен Севкке пулса тăрать. Шиксĕр хĕрарăм ячĕ кай вăрманта паян кунчченех сыхланса юлнă: кунти Севкке лапамне ват-тисем халĕ те пĕлеççĕ-ха.
Таркăнсем икĕ ывăл — Упапа Сарпаттăр — çурат-са устересçĕ. Çапла никĕсленет Юхма енчи Алманчă. Эппин, эпир, алманчăсем, Юманпа Чĕкеç (Турайпа Севкке), Упапа Сарпаттăр несĕлĕсем пулатпăр.
Мĕн илтнине йăлтах каларăм. Малалла мĕн пулни-не пĕлместĕп. Халап хапха тăрринче, хам хăла урха-мах çинче.

Ав, çăлтăр ÿкрĕ умăмрах ][ Георгий Ефимов / Keorkĭ Jeffimăf

Ав, çăлтăр ÿкрĕ умăмрах,
Хăй хыççăн çутă йĕр хăварчĕ.
Шеллерĕм эпĕ çăлтăра, —
Ун хыççăн хамăн ÿкес марччĕ.

Çăлтăр ÿксессĕн, вăл сÿнсессĕн
Пĕр чун каять тет çĕр çинчен.
Çавăнпала калатăн эсĕ:
«Ман çăлтăр тÿпере! Ӳкмен».

Вара чун лăпланать. Хаваслăх
Ӑша тулмашкăн тапратать.
Пурнакан çĕр, чăнах та, аслăн,
Вĕç-хĕрсĕр пулнăн туйăнать.

Сăн-пит çинче йăл-йăлтăр кулă
Ачашшăн выляса илет.
Çынна курсан: «Телейлĕ пулăр!»
Тесе чунтан калас килет.

Мĕн пуласса пĕлекен майлă
Пăхатăн эсĕ тавралла.
Ман йăмăксем те уссе кайнă,
Хĕр шутне кĕчĕç пулмалла.

Ма çăлтăр ÿкрĕ туперен!
Тÿпе, тен, хĕсĕк пулнă уншăн!
Ман вăранасчĕ ирсерен
Ӗçпе хĕрен кĕрлевлĕ куншăн…

Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ ][ Георгий Ефимов / Keorkĭ Jeffimăf

Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ
Ялан та чĕрĕ, ешерет:
Унта кĕрсен, чуну сан канĕ,
Вăй пухĕ шанчăксăр чĕре.

Чăваш сăмахлăхĕн уй-хирĕ
Сап-сар пучахĕпе вылять:
Кашни пĕрчин хĕвеллĕ ирĕ
Туптавлă куншăн вăй пухать.

Чăваш сăмахлăхĕн çыранĕ
Чечексемпе çуллен пуян:
Чечек çине пыл хурчĕ анĕ
Чăн пыл пухас тесе ялан.

Чăваш сăмахлăхĕн çăлкуçĕ
Хĕр юрринче те ват çынра:
Йăхран йăха тăванлăн куçĕ, —
Чĕлхем шăнкрав пек янăрать.
Чăваш сăмахлăхĕ — вăл Атăл,
Ун хăй йĕрки те хăй екки,
Çавăнпала савса калатăп:
«Çуках тăван чĕлхе пекки!»

Янравлă сăвăсен ытамĕнче ][ Георгий Ефимов / Keorkĭ Jeffimăf

Янравлă сăвăсен ытамĕнче
Туссемпеле тăванланса ларатпăр.
Салхуллă та хаваслă çут тĕнче
Куç умĕнчех Уçăлнине куратпăр.

Чăнах та, сăвăсем вуланă май
Чун-чĕресем ырăланса пыраççĕ.
Хурлăхĕсем пулсассăн та нумай,
Куçăмăрсем телей енне пăхаççĕ.

Юмахри пек асамлă сар хĕрсем
Çич пĕлĕт тÿпине çитме чĕнеççĕ,
Сĕрен кĕперĕ тĕслĕ кĕписем
Кăчăк туртса та илĕртсе çиçеççĕ.

Сăвăç ача пек ĕненет йăлтах,
Суйма пултараймасть вăл нихăçан та.
Кĕç тытĕ ылтăн пулă Атăлта,
Çавах кун-çулĕ унăн пулмĕ янтă.

Хăй паккусне те хăй каçалăкне
Вăл тĕплĕн çулĕ, тĕплĕн пухса кĕртĕ,
Тăрсассăн тăван халăхĕ умне
Чысне те упрĕ, хăй ятне те çĕртмĕ.

Чăваш сăмахĕ унăн çÿпçинче
Пур ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă питĕ.
Салхуллă та илемлĕ çут тĕнчен
Хуйхи-суйхи тухать ун чĕри витĕр.