Çăлтăр-Ача

Oscar Wilde (Оскар Вайльд)


Star-Child

Сăвăласа куçараканĕ –
Андрей Меценатов / Antărej Mezzenattăf



Юмах юратакансем,
Пухăнăр ман патнарах;
Ним ĕçсĕр ларакансем,
Килĕр тата çывăхрах.

Эпĕ авалхи çынсем
Епле пурăнни çинчен
Кунта ахаль лариччен
Юмах ярса пĕлтерем.Малаллине вулас

Сарă тĕс – тĕлпулу ][ Сăвар Эртиван / Săvar Ertivan

Сар сăмсаллă чĕппӳччĕ эп санăн,
Юрататтăм кĕрхи çĕн тĕсе.
Эс шӳтлеттĕн, «Илемлĕ пулсан та
Сарă тĕс – уйрăлу вăл» – тесе.

Çунат сартăм. Кил-çурт тăвăрланчĕ.
Пуçăмра вĕçес шухăш кăна.
Эп юратнă тĕспе кĕр сăрланчĕ.
Ăсатсамччĕ, анне, ывăлна.

Курăнми пуличчен ална султăн
Куçне тутăр вĕçпе шăлнă май.
Тăкăнать вĕлтĕр-вĕлтĕр сар çулçă,
Çавăнпах тиврĕ пуль уйрăлма.

Сар кĕре ан хурла уйрăлушăн,
Уншăн мар çула тухрăм пĕччен.
Эп хам тĕллĕн вĕçесшĕн пĕр хушă,
Пурнăç ятлă çула тухиччен.

Сăнасам, тӳпере ушкăн кайăк
Çул уçать ăшă кăнтăралла.
Вĕсемпе сан чĕппӳ вĕçсе кайрĕ,
Пĕчченех вăл тесе ан кала.

Кăнтăра тинкерсе ирĕн-каçăн
Эс, аннеçĕм, хаш-хаш ан сывла.
Ирсерен сар хĕвел йăл кулсассăн
Пĕлсе тăр, ывăлу сан сывах.

Вăл халь халсăр чĕп мар – ăмăрт кайăк,
Çав-çавах юратать сар тĕсе.
Çур кунне çывхарсан ху та калăн
Сарă тĕс – тĕлпулу вăл тесе.

Умăртан утса-чупса иртнĕ чух

Сăвар Эртиван


Умăртан утса-чупса иртнĕ чух
Шапăрах та саланчĕ çут шăрçа.
Пухрăмах та пухрăм – пĕтмерĕ,
Çиппинех те тиртĕм – çитмерĕ.

Васкаса пулăшăн-ха тенĕччĕ.
Вăтанса куçран пăхăн тенĕччĕ.
Васкамарăн, куçран пăхмарăн,
Хĕр инкекне темшĕн курмарăн.

Малаллине вулас

Çула тухас умĕн ][ Сăвар Эртиван | Săvar Ertivan

Митта Ваçлейне

Сăпаççипă. Кăмăл турăр пурте,
куçăма шăлам-и пăрăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ выртĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.

Ах, аннеçĕм, хĕвĕнте ӳстертĕн,
мĕншĕн капла пулчĕ ман тĕле?
Ан пытар, умна чĕркуçлентер те
пĕтĕмпех мĕн пӳрнине пилле.

Çул курки тыттартăн, шур аппаçăм,
икĕртем-и куççульпе кăштах.
Çинçерех арланчĕ-ши шăпаçăм,
е шăлну сан пулчĕ-ши пуçтах?

Çынсем евĕр пурăнмашкăн çук ăс,
патшипе чури те эпĕ хам.
Эй, çăва патне!
Ăçта çав купăс,
ярăнса тухса пуçа ухам!

Курасси татах тем чухлĕ пулĕ,
тăвансем, ан манăр пурăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ юлĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.