Александр Пушкин: Чикансем

Александр Пушкин — Раççейĕн тĕнчипе чаплă поэчĕ. XIX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕн чи авторитетлĕ литераторĕ. Унăн чапĕ – нацин чи пултаруллă поэчĕ пулни – хăй пурăннă чухнех сарăлнă… Тĕплĕнрех→


Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Алексей Милли куçарăвĕ

Чикансем

Шуйлă-саслă ушкăнпа,
Тĕрлĕ çĕре куçкаласа,
Бессараби уттинче
Чикансем тек çÿренĕ,
Паян çырма хĕрринче
Çĕтĕк чатăрĕсенче
Вĕсем пĕр çĕр каçаççĕ.

Малаллине вулас

Юрий Скворцов: Хĕлĕх хÿре кăвакал

Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


I

Хĕлĕх хÿре вăл — кăвакал ами. Хÿри унăн — вĕтĕ хĕлĕх ала евĕрлĕ, çÿхе. Тĕсĕпе вăл — хăмăртарах сăрă, темĕнле çăвăнса тасалайман пек, вараланчăк пек. Хĕлĕх хÿрен тата юлташĕ те пур-ха…
Акă пуш уйăхĕнче пĕр сивĕ кун Хĕлĕх хÿре витерен утса тухрĕ те кăштран юр çинче хăрах ури шăнса кÿтнипе уксахлакаласа илчĕ, унтан тÿсеймесĕр ларчĕ, урисене çу-натти айне тартса кĕртрĕ. Шăнма тапратнă сăмсине те çунат айне чикрĕ. Вара витере çыпçăнса тулнă улăм çÿппине хÿри çинчен силлесе тăкрĕ те ылтăн çĕрĕ витĕр пăхнă пек курăнакан хура куçĕпе чăхсем çине ăмсанса тинкерчĕ. Темиçе чăх ĕне çурăмĕ çине хăпарса ларнă. Ура шăнас хуйхи çук вĕсен. Çывăрасса та вĕсем çавăнтах çывăраççĕ, ирхине витерен те ун çине ларса тухаççĕ, çаплипех кил карти тавра уçăлкаласа çаврăнаççĕ. Çав шанчăклă «транспортах» каçпа вĕсене витене илсе каять. Хĕлĕх хÿре патне чăхсем хуçа апат парсан кăна вĕçке-лесе анаççĕ. Хĕлĕх хÿре вĕсене сăхкаласа та илет, анчах та ăçта унта: вĕсем йышлă, пĕрне хăваланă çĕре ыттисем перер турам апат сăхса илсе аякка тарса ÿкме ĕлкĕрнĕ, ентĕ хăшĕ ăçта — çисе лараççĕ. Хĕлех хÿре мĕн юлнă пек-кине-те пулин çисе юлам тесе хыпалансах çăтать, ĕне çитсе сăмсине чикиччен темиçе çăвар хыпса ĕлкĕрет-ха вăл, вара пăрăнса каять те темиçе çăвар юр хыпнă хыççăн каллех яланхи пек чăмăртанса ларать. Паян та кăшт çеç çисе юлчĕ вăл юлташĕпе. Акă халь Хĕлĕх хÿ’ре карта тăррине ятарласа илемшĕн вырнаçтарса тухнă пек шă-кăрин ларса тулнă çерçисем çине ним шухăшсăррăн пăхать. Карта урлă курăнакан йăмрасем çинче ун пекех ним хускалмасăр чанасем лараççĕ. Шутсăр нумай вĕсем. Тата темшĕн пур йăмра çинчисем те пĕр еннелле, çиле хирĕç, пăхса ларнă. Пурин те пуçĕсем — кăнтăралла, хÿрисем — çурçĕрелле.

Малаллине вулас

Юрий Скворцов: Уках Хурăнĕ

Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


Уках Хурăнĕ

Повесть

Çÿлте кулюкка вĕçнĕ чух
Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ…
Халăх юрринчен

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 ]

1

Çут хĕвелпе çут тĕнче Вăй паччăр çак кунсенче.

— К. Иванов

Укахви, вун çичче пуснă хĕр, çĕр çурринчех темиçе те вăрана-вăрана кайрĕ. Темскер хăрах хул — сулахаййи — чавса кукрашки тĕлĕнчен ыратакан пулса ларнă, те çывăрнă чух аяк айне лекнĕ вара: çĕрĕпех канăç памарĕ вăлг темĕнле шалтан туртса ыратать. Укахви, аптранă енне, ăна кăкăр çине хурса та, аяккалла тăсса та пăхрĕ — çук, ниçта чиксе те вырнаçнасть. Юлашкинчен Укахви ыратакан аллипе тимĕр койка пуçĕнчен тытса выртрĕ. Сивĕ тимĕр ыратăва кăшт лăш панă пек. Çапла майлашса Укахви пĕр çур çавра çывăрса илнĕ-и, çук-и — тепĕр авăкран вăл алă паçăрхинчен те ытларах ыратнипе вăранса кайрĕ те самантрах ăна тимĕртен вĕçертрĕ. Амăшĕ астутарнисем аса килчĕç. Вăл каланă тăрăх, тимĕртен тытса çывăрма юрамасть иккен, сивĕ тимĕр ÿт ăшшине хăй çине туртса илет-мĕн.

Малаллине вулас