
Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→
Пушмак йĕрĕ
Алăк сасси илтĕнсен Паня çаврăнса пăхрĕ. Вăл хăй паллакан хĕрарăм пĕр çĕклем çĕтĕк атă-пушмак çĕклесе кĕнине курсан хĕпĕртесе ÿкрĕ те, унăн кăкринчен тĕлĕннĕ çын сасси хĕсĕнсе тухрĕ:
— Ы-ы!..
Хĕрарăм шартах сикрĕ. Паня та çакна асăрхаса шăпăртах пулчĕ. Хăйĕн сасси çынна çÿçентернине вăл ĕнтĕ тахçанах пĕлет. Çав сасă карланкăри сасă чĕлĕхĕсенчен мар, кăкăртан шалтан тухаканскер, аманнă тискер кайăк сассине аса илтерет, çавăнпа Паня çын умĕнче май килнĕ таран шăпăрт тăма тăрăшать.
Малаллине вулас