Сăпаççипă. Кăмăл турăр пурте,
куçăма шăлам-и пăрăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ выртĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.
Ах, аннеçĕм, хĕвĕнте ÿстертĕн,
мĕншĕн капла пулчĕ ман тĕле?
Ан пытар, умна чĕркуçлентер те
пĕтĕмпех мĕн пÿрнине пилле.
Çул курки тыттартăн, шур аппаçăм,
икĕртем-и куççульпе кăштах.
Çинçерех арланчĕ-ши шăпаçăм,
е шăлну сан пулчĕ-ши пуçтах?
Çынсем евĕр пурăнмашкăн çук ăс,
патшипе чури те эпĕ хам.
Эй, çăва патне!
Ăçта çав купăс,
ярăнса тухса пуçа ухам!
Курасси татах тем чухлĕ пулĕ,
тăвансем, ан манăр пурăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ юлĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.