Мухтав юррисен кĕнеки ][ Иван Яковлев / Ivan Jakkăvlĕf


Давид псаломĕ. Усал çынсенĕн капашне çÿремен çын, çылăхлă çынсен çулĕ çинче тăман çын, астаракан çынсенĕн ушкăнĕнче ларман çын телейлĕ. Унăн кăмăлĕ Турă законĕ çинче. Унăн законĕ çинчен вăл кунĕн-çĕрĕн шухăшлать. Вăл юхăм шыв хĕррине лартнă йывăç пек пулĕ: çав йывăç хăй çимĕçне вăхăтĕнче пултарать, унăн çулçи тăкăнмасть; вăл çын мĕн туни пурте ăнса пулĕ. Усал çынсем апла мар (апла мар вĕсем); вĕсем (çĕр çинчен) çил çавăрса каякан тусан пек. Çавăнпа усал çынсем судра чăтаймĕç, çылăхлисем тÿррисенĕн ушкăнĕнче тăраймĕç. Тÿрĕ çынсенĕн çулне Турă пĕлсе тăрать, усал çынсенĕн çулĕ пĕтсе ларĕ.

Давид псаломĕ. Мĕншĕн халăхсем пăлханаççĕ-ши, мĕншĕн ăрусем пултарас çука шухăшлаççĕ-ши? Турра хирĕç, Унăн Христосне хирĕç çĕр çинчи патшасем тăраççĕ, пуçлăхсем пĕрле пухăнса канашлаççĕ: вĕсенĕн çыххисене татар, вĕсенĕн çĕклемне хамăр çинчен пăрахар, теççĕ. Çÿлте Пурăнакан вĕсенчен кулĕ, Турă вĕсене мăшкăл тăвĕ. Ун чухне вĕсене Хăйĕн çиллипе калĕ, Хăйĕн хаярлăхĕпе вĕсене хăратса ÿкерĕ: Хамăн Патшама таса тăвăм Сион патши туса Эпĕ лартрăм, тейĕ. Турă ирĕкне каласа пĕлтерем: Турă мана каларĕ: Эсĕ Манăн Ывăлăм, Эпĕ Сана паян çуратрăм; ыйт Манран: халăхсене Сана ĕмĕрлĕхе парăп, çĕре вĕçĕ-хĕррипех Сан аллуна парăп. Эсĕ вĕсене тимĕр туяпа çĕмĕрсе тăкăн, вĕсене тăм савăт-сапа пек ватса тăкăн, терĕ. Эй патшасем, ăнланса илĕр ĕнтĕ; эй çĕр çинчи тÿресем, вĕренĕр! Турăшăн хăраса тăрăшăр, Ун умĕпче чĕтĕресе савăнăр. Ывăлне хисеплĕр, Вăл çиленмелле ан пултăр, çулăр çинчех пĕтмелле ан пулăр, — Унăн çилли час пуçланĕ. Ун çиие шанса тăракан пурте телейлĕ.

7. Давидăн Вениамин Арăвĕнчи Хус ятлă çын ĕçĕ тĕлĕшĕпе юрланă хурлăхлă юрри. Эй Турăçăм, Туррăм, Сан çине шанса тăратăп, хама хăвалакансенчен пуринчен те çăл мана, хăтар мана. Хăтаракан (çăлакан) çук пирки тăшман манăн чунăма арăслан пек туласа туртса илсе тарминччĕ. Эй Турăçăм, Туррăм, эпĕ мĕн те пулин тунă пулсан, аллăм ĕçĕ тÿрĕ мар пулсан, эпĕ, хама вырăнсăрах курайми пулнă тăшмана та хăтараканскер, хампа лайăх тăракан çынна усалпа тавăрнă пулсап чунăма тăшман хăваласа çÿретĕр, çитсе тыттăр; пурнăçăма çĕр ăшне таптаса кÿрттĕр, мухтавлăхăма çĕр айне тутăр. Эй Турă, çиленсе тытăн, тăшманăмсен усаллăхне хирĕç тух тăрса, Ху каласа хунă пек суд ту мана, – этемсем ушкăнĕпе Сан тавра тăрĕç, вĕсен тĕлĕнче Эсĕ çÿле çĕклен. Турă халăхсене суд тăвать. Эй Турă, тÿрĕлĕхĕме кура, айăпăм Çуккине кура суд ту мапа. Эй тÿрĕ Турă, Эсĕ çын чĕрине, çын ăшне витĕр пĕлсе тăратăн; çылăхлă çынсенĕн усаллăхĕ пĕттĕрччĕ, тÿрĕ çынна тĕреклĕлентерччĕ. Манăн хÿтлĕхĕм — таса чĕреллисене çăлакан Турă. Турă — тÿррипе суд тăвакан (хăватлă, вăрах тÿсĕмлĕ)Тÿре, кулленех явап ыйтакан Турă. Тÿрленменнишĕн Вăл Хăйĕн хĕçне çивĕчлетет, çĕмĕренне хытарса, тĕллесе тăрать; ун валли вĕлерекен япаласем хатĕрлет, уххиссне çунтаракан тăвать. Акă усал çын тÿрĕ мар ĕç пуçларĕ, усаллăхĕпе йывăр çын пек пулчĕ, хăй валли ултав çуратрĕ, шăтăк алтрĕ, алтса пĕтерчĕ те хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ÿкрĕ, унăн усаллăхĕ хайен пуçпе пулĕ, усал ĕçĕ хăйĕн пуçĕ çине ÿкĕ. Турра тÿрĕлĕхне кура аслăлатăп, çÿлти Туррăн ятне мухтаса юрлатăп.

9. Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Гефри кĕвĕ каломаллипе. Давид псаломĕ. Эй Турă, Сана пĕтĕм чунтан-вартан аслăлам, Санăн пур хăватусем çинчен те каласа пĕлтерем. Эй Çÿлти Турă, Саншăн савăнам, хĕпĕртем, Санăн ятпа мухтаса юрлам. Тăшманăмсем каялла тарчĕç, вĕсем такăнса ÿкĕç, Сан умăнта пĕтсех ларĕç; Эсĕ мана суд турăн, манăн тава татса патăн; Эсĕ, туррппе суд тăвакан Тÿре, аслă вырăну çине лартăн. Эсĕ халăхсем çине çиленсе çитрĕн, усал çынна пĕтертĕн, вĕсенĕн ятне те ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе çухатрăн. Тăшманăн хĕç-пăшалĕ те юлмаре, хулисене те Эсĕ салатса тăкрăн, вĕсенĕн ячĕ те хăйсемпе пĕрлех пĕтрĕ. Турă Хăй ĕмĕрех тăрать: суд тума Вăл Хăйĕн аслă вырăнне хатĕрлесе хунă, Вăл тĕнчене тÿрĕлехпе суд тăвĕ, халăхсене тÿррипе суд тăвĕ. Тертленекеншĕн Турă тарса хăтăлмаллп вырăн пулĕ; хуйхăрнă

вăхăтра тарса хăталмалли вырăп пулĕ: Санăн ятна пĕлекенсем Сап çине шанса тăрĕç: эй Турă, Эсĕ Хăвна шыракансене пăрахмастăн. Сионра пурăнакан Турра мухтаса юрлăр. Унăн ĕçĕсем çинчен халăхсем хушшипче каласа пĕлтерĕр. Вăл юн тăкнăшăн явап ыйтать, вĕсене астуса тăрать; тертленекенсем йĕрсе йăлăннине манмасть. Эй Турă, хĕрхен мана; Эсĕ мана вилĕм хапхп умĕнчен çĕклентерсе Каякан, мана тăшмансем асаплантарнине кур; Санăн пур мухтавлă ĕçÿсем çинчеи те Сион хĕрийĕн хапхи умĕнче каласа тăрам, Эсе çăлнăшăн савăнам. Халăхсем хăйсем алтса хупă шăтăка кĕрсе ÿкрĕç, вăрттăн карса хунă танатисене хăйсен урисемех çаклапчĕç. Турра Вăл тунă судĕнчен пĕлчĕç, усал çын

хăйĕн алли ĕçĕсемпе çыхланчĕ. Усал çынсем, Турра манса пурăнакан пур халăхсем те тамăкалла кайччăр. Мĕскĕн çын ĕмĕре манăçа юлмĕ, юрлисем ĕмĕтленни ахалех çухалмĕ. Эй Турă, тăр, этем ан çĕнтерейтĕр, халăхсем Сан умна суда тăччăр. Эн Турă, хăрат вĕсепе: хăйсем этем иккенне халăхсем туйччăр. Эй Турă, мĕншĕн инçетре тăратăн-ши, эпир хуйхăрнă вăхăтра мĕншĕн курăнмастăн-ши? Усал çын мăнкăмăлланса мĕскĕне хĕсĕрлет; вĕсем хăйсем шухăшласа тупнă чее шухăшĕсемпе çыхланччăр. Усал çын хăйĕн чунĕ аскăннипе мухтанать, мула юратакан хайне ырра хурать. Усал çын хăйне асла хывса Турра сума сумасть: айăпламĕ, тет; ăшĕнче яланах: Турă çук, тет. Унăн çулĕсем пур вăхăтра та ирсĕр, уншăн Санăн суду инçе, хăйĕн пур тăшманĕсем çине те вăл йĕрĕнсе анчах пăхать, хăй ăшĕнче калать: аптăрамăп, сыпăкран сыпăка та усал курмăп тет; унăн çăварне — ылханасси, улталасси, суеçтересси тулнă; асаплаптарасси, çынна пĕтересси унăн чĕлхи айĕнчех; вăл çурт хыçĕнче пытанса ларать, айăпсăр çынна улах çĕрте вĕлерет; унăн куçĕ мĕскĕне вăрттăн пăхсах тăрать; арăслан чăтлăхра ларнă пек, улах çĕрте кĕтсе тăрать; мĕскĕне тытас тесе пытанса ларать; мĕскĕне тытать те хăйĕн тапатине сĕтĕрсе кÿртет; хутланса ларать те, лăпчăнса выртать те — мĕскĕнсем унăн хытă чĕрнисем ăшне кĕрсе ÿкеççĕ; хăй ăшĕнче калать: Турă манчĕ, сăнне хупларĕ, нихçан та курмĕ тет. Эй Турăçăм, Туррăм, тăр, аллуна çĕкле, тертленекен çыннусепе пĕтĕмпех ан ман. Меншĕн усал çын Турра сума сумасть-ши? Вăл хăй ăшĕнче калать: Эсĕ айăпламăн тет. Эсĕ куратăн: Хăвăн аллупа тавăрса парас тесе хурлантарни çине, хĕсĕрлени çине Эсĕ пăхса тăратăн. Мĕскĕн хăйне Сан аллуна парать, тăлăха Эсĕ пулăшатăн. Çылăхлă çыннăп, усал çыннăн хăватне пĕтер: унăн çылăхне шырасан та тупаймалла мар пултăр. Турă емĕр-ĕмĕре, ĕмĕрлĕхе Патша; Унăн çĕрĕнчен суя тĕнлисем çухалĕç. Эй Турă, Эсĕ мĕскĕнсем мĕн ыйтнине илтетĕн, вĕсен чĕрисепе тĕреклĕлентер; хăлхуна уçса тăлăха, тертленекене суд ту; çĕр çинчс малашне этем хăратса ан пурăнтăр.

16. Давид кĕлли. Эй Турă, тÿрĕлĕхĕме илтсем, эпĕ пĕрсе йăлăннине хăлхуна чиксем, суеçтермен чĕлхе-çăварăмпа тунă кĕллĕме хапăл тусам. Мана Эсĕ Ху суд ту, Санăн куçу тÿрĕлĕхе куртăр. Эсĕ манăн чĕреме сăнарăн, çĕрле те килсе пăхрăн, мана витĕрех куртăн, нимĕн те тупмарăн; манăн чĕлхе-çăварăм ăшри шухăшран уйăрăлмасть. Этем тăвакан ĕçсене тунă чух, Сан çăварăнтан тухнă сăмаха астуса, эпĕ хама хам сыхларăм, хĕсĕрлекен çын çулĕпе каймарăм. Ман урама Хăвăн çулусем çине тĕреклĕ тăрат, урам ан шутăр. Эй Турă, Эсĕ мана илтетĕн, çавăнпа Сана тархаслатăп; хăлхуна ман енелле тайсам, манăн сăмахăмсене илтсем. Эсĕ Ху çине шанакансене Хăвăн сылтăм аллуна хирĕç тăракансенчен Çăлакан, Хăвăн тĕлĕнмелле ырăлăхна кăтарт. Куç шăрçине пăхса усранă пек пăхса усра мана; хама хĕн кăтартакан усал çынсенчен, хама çавăрса илнĕ чунăм тăшманĕсенчен çунату хÿттинче сыхласа тăр мана. Вĕсенĕн чĕри çу ăшне путнă, чĕлхи-çăварĕсемпе мăнкăмăлланса калаçаççĕ. Ура ярса пусмассерен пире йĕри-тавра çавăрса илеççĕ ентĕ, мана çĕре персе ÿкересшĕн куçĕсене ман çие тĕллерĕç. Вĕсем выçăхса çитнĕ арăслан евĕрлĕ, вăрттăн çĕртс пытанса ларакан çамрăк арăслан пек. Эй Турă, тăр, вĕсен умне ÿк, ÿкер вĕсене. Чунăма усал çын аллинчен Хăвăн хĕçÿпе хăтар, эй Турă, çав çынсенчен, çак тĕнче çыннисенчен Хăвăн аллупа хăтар; вĕсенĕн пурăнăçĕ çак ĕмĕрте анчах, вĕсенĕн хырăмĕсене Эсĕ Хăвăн ырăлăхупа тултаратăн; вĕсенĕн ывăлĕсем тăраннă, хăйсенчен юлнине ачисене хăварĕç. Хам тÿрĕрен эпĕ Сан çине пăхса тăрăп, вăрансан Санăн сăнна курса тăранăп.

17. Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Турă чури Давидăн; вăл ку юррăн сăмахĕсене Турă ăна пур тăшманĕсен аллинчен те, Саул аллинчен те хăтарсан Турра тав туса юрланă, Вăл каланă: Эй Туррăм, эй хăватăм, Сана пит юрататăп. Турă манăн тĕрекĕм, тарса хăтăлмалли вырăнăм, манăн хăтараканăм, манăн Туррăм – манăн чул тăвăм; эпĕ Ун çине шанатăп; Вăл манăн хупланмалли хÿтлĕхĕм, мана çăлакан мăйрака, манăн хÿтĕ вырăнăм. Мухтама тивĕçлĕ Турра йăлăнăп та ташманăмсенчен хăтăлăп. Мана вилĕм чирĕсем ерчĕç, йĕркесĕр ĕçсем капланса килсе хăратрĕç мана; тамăк сăнчăрĕсем çавăрса илчĕç мана, вилĕм танатисем чăптаса илчĕç мана. Йывăр килнĕ чух Турра чĕнсе, хамăн Туррăма тархасларăм та, Вăл манăн сассăма Хăйĕн (таса) çуртĕнчен илтрĕ, эпĕ йĕрсе йăлăнни Унăн хăлхине кĕчĕ. Вăл çиленсе çитрĕ те, çĕр

чĕтĕресе, силленсе кайрĕ, тусен тĕпĕсем кисренсе хускалчĕç. Унăн çиллипе тĕтĕм мăкăрланса тухрĕ, Унăн çăварĕнчен пĕтерекен вут персе тухрĕ, Хăйĕнчен вĕри кăвар тăкăнса пычĕ. Вăл пĕлĕте тайăлтарчĕ те аяла анчĕ, — Унăн ури айĕнче сĕм-тĕттĕм. Херувимсем çине ларчĕ те вĕçсе кайрĕ, çил çуначĕ çинче çĕкленсе пычĕ. Тĕттĕме Хăйĕн пĕркенчĕкĕ турĕ, çумăр пĕлĕтĕнчен, хура пĕлĕтрен Хăй тавра чатăр карчĕ. Ун умĕнче ялтăртатакан çутăран Унăн пĕлĕчĕсем тарса пычĕç, пăрпа вутлă кăвар тăкăнса пычĕ. Пĕлĕт çинче Турă кĕмсĕртеттерсе ячĕ, Çÿлти Турă Хăй сассине пачĕ, пăрпа вутлă кăвар тăкрĕ. Уххисемпе печĕ те тăшмансене тустарса ячĕ, çиçĕмне çиçтерчĕ те салатса тăкрĕ. Эй Турă, Санăн харушă сассу кĕрленипе, Санăн çиллÿ çил пек вĕрсе тăнипе шыв тĕпĕнчи çăлкуçĕсем курăнчĕç, тĕнчейĕн тĕпĕ-йĕрĕ уçăлчĕ. Вăл çÿлтен аллине тăсрĕ те мана ярса илчĕ, мана тарăн шывран туртса кăларчĕ. Вăйлă тăшманăмран, хама кураймансенчен хăтарчĕ мана; вĕсем манран хăватлăрахчĕ. Эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра вĕсем ман çине тăчĕç, анчах Турă манăн тĕрекĕм пулчĕ. Вăл мана ирĕке кăларчĕ, мана хăтарчĕ: Вăл мана кăмăл курать. Тÿрĕлĕхĕме кура Турă мана тавăрса пачĕ, аллăм тăснине кура тавăрса пачĕ мана. Эпĕ Ун çулĕпе пытăм, хамăн Туррăм умĕнче усал çын пулмарăм: Унăн саппăвĕчĕсем пурте ман умра, эпĕ Вăл панă йĕркесене пăрахмарăм. Эпĕ Ун умĕнче айăпсăр пултăм, çылăха кĕресрен сыхланса тăтăм. Вара тÿрĕлĕхĕме кура, Унăн куçĕ умĕнче аллăм тасине кура, Турă мана тавăрса пачĕ. Эсĕ ырă çыншăн ырă, лайăх çыншăн лайăх, таса çыншăн таса, усал çыншăн усаллăхне кура. Эсĕ хурлăх куракансене çăлатăн, мăн кăмăллисенĕн куçĕсене пусаратăн. Эй Турă, Эсĕ манăн çуртăма çутса яратăн, манăн Туррăм ман таврари тĕттĕме çутатса тăрать. Санпа пĕрле эпĕ тăшман çарне çĕмĕрсе тухатăп, Туррăмпа пĕрле хÿме урлă каçатăп. Вăл — Турă! Унăн çулĕ айăпсăр, Туррăн сăмахĕ таса, Хăй çине шанакансемшĕн пуриншĕн те Вăл — хÿтлĕх. Турăран пуçне кам Турă тата? Пирĕн Турăран пуçне хута кĕрекен кам пур тата? Турă ман пилĕке хăватпа çыхать, ман çулăма тÿрĕ тăвать. Урамсене пăлан ури пек çăмăллатать, мана çÿллĕ çĕре тăратать. Аллăмсене вăрçма вĕрентет, хуллăмсем пăхăр çĕмĕрене те туртса пĕреççĕ. Эсĕ мана Хăвăн çăлакан хÿтлĕхне патăн, Санăн аллу мана тытса тăрать. Эсĕ хĕрхенни мана асла кăларать. Эсĕ ман утăма пысăклататăн, ман урасем чĕтĕремеççĕ. Эпĕ тăшманăмсене хăваласа каятăп, вĕсене çитетĕп, вĕсене пĕтермесĕр таврăнмастăп. Вĕсене çĕмĕрсе тăкатăп, вĕсем тăраймаççĕ, ман ура айне ÿкеççĕ. Эсĕ ман пилĕкĕме вăрçа каймашкăн хăватпа çыхрăн, ман çине тăракансене ман ура айне ÿкертĕн. Эсĕ тăшманăмсене манран тартрăн, хама кураймансене эпĕ пĕтеретĕп. Вĕсем йăлăнаççĕ, анчах çăлакан çук: Турра тархаслаççĕ, Вăл вĕсене илтмест. Эпĕ вĕсене çил çинчи тусан пек салатса яратăп, çул çинчи пылчăк пек таптатăп. Эсĕ мана халăх пăлхавĕнчен хăтартăн, мана ют халăхсен пуçлăхĕ туса хутăн, хам пĕлмен халăх мана пăхăнса тăрать. Ман çинчен илтнипех мана пăхăнаççĕ, ют халăхсем ман умра йăпăлтатса калаçаççĕ, ют халăхсем тĕсрен ÿкрĕç, хăйсенĕн хÿтĕ вырăнĕнче чĕтĕресе тăраççĕ. Турă чĕрĕ, ман хута Кĕрекен мухтавлă! Мана çăлакан Турă асла тухтăр. Вăл – маншăн тавăракан Турă, халăхсене мана пăхăнтаракан Турă, мана тăшмансенчен хăтаракан Турă! Эсĕ мана хама хирĕç тăракансенчен асла кăлартăн, мана хаяр çынран хăтартăн. Эй Турă, çавăнпа ют халăхсем хушшинче Сана аслăлăп, Санăн ятна мухтаса юрлăп. Эсĕ — патшана тĕлĕнмелле çăлакан, Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна Давида, унăн йăхне те ĕмĕрех ырлăх кăтартакан.

18. Юрлакан ушкăн пуçлӑхне. Давид псаломĕ. Пĕлĕтсем Турă мухтавне кăтартса тăраççĕ, çÿл пĕлĕт Унăн алли пултарнă ĕçсем çинчен каласа тăрать. Кун-куна сăмахсем каласа пырать, çĕр-çĕре ăса вĕрентет. Вĕсен сассине илтмен халăх та, чĕлхе те çук. Вĕсенĕн сасси пĕтĕм тĕнчене сарăлнă, вĕсенĕн сăмахĕ тĕнче хĕрринех çитнĕ; вĕсен хушшинче Вăл хĕвел валли чатăр карнă. Хĕвелĕ туй çуртĕнчен тухакан кĕрÿ пек тухать, хăй çулĕпе чупакан паттăр пек савăнса пырать. Унăн тухăçĕ пĕлĕтĕн пĕр хĕрринче, çаврăнса çитесси тепĕр хĕрринче: ун ăшшинчен нимĕн те пытанса юлаймасть. Турă сакконĕ пур енчен те лайăх, чуна хăватлăлантарать; Турă пĕлтерни тĕплĕ, ача пеккисене ăса кÿртет; Турă хушнă йĕркесем тĕрĕс, чуна савăнтараççĕ; Турă ‘саппăвĕчĕ çутă, куçа уçать; Турăран хăрани таса, ĕмĕртен ĕмĕре пырать. Турă сучĕн йĕркисем чăн пĕтĕмпех тĕрĕс. Вĕсем ылттăнран та, чи таса нумай ылттăнран та кирлĕрех, караслă пыл тумламĕнчен те тутлăрах. Санăн чуруна çавсем сыхласа усраççĕ, вĕсене тытса тăни — пысăк сăвап. Хăй çылăхĕсене кам астуса çитерĕ? Пĕлмен çылăхăмсенчен тасат мана, пĕлсе çылăх тăвасран та чуруна чарса тăр: вĕсем мана ан пусмăрлайччăр, вара айăпсăр пулăп, ытла та пăсалса каясран хăтăлăп.

 

Эй мана тĕреклентерекен, мана хăтаракан Турă, çăварăмри сăмахсем, ăшăмри шухăшăмсем Сан умăнта кăмăллă пулĕçинччĕ.

21. Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Çурăмпуç килнĕ чухне. Давид псаломĕ. Эй Туррăм, Туррăм, илтсем мана! Мĕншĕн пăрахрăн-ши мана? Йĕрсе йăлăннă сăмахăмсем мана çăлассинчен инçе тăраççе. Эй Туррăм, кăнтăрла та тархаслатăп — Эсĕ мана илтместĕн, çĕрле те тархаслатăп — лăпланаймастăп. Эй таса Турă, Эсĕ Израил аслăласа мухтанă çĕрте пурăнатăн. Пирĕн аттемĕрсем Сан çине шанса тăнă; шанса тăнă та, Эсĕ вĕсене хăтарса пынă; Сана тархасланă та çăлăнса пынă; Сан çиие шанса пурăннă та намăса юлман. Эпĕ этем те мар, çĕрти хуртпа пĕр, çын мăшкăлĕ,

халăх йĕрĕнмелли пултăм. Куракансем пурте мана мăшкăллаççĕ, пуçĕсене сулла-сулла чĕлхи-çăварĕсемпе калаççĕ: Турă çине шанатчĕ, хăтартăр ĕнтĕ ăна, вăл Ӑна юрăхлă пулсан, çăлтăр ĕнтĕ ăна, теççĕ. Мана аннем ăшĕнчен Эсĕ çуратнă, мана аннем кăкăрĕ çумĕнчех ĕмĕт Эсĕ панă. Çуралнăранпа мана Сана шанса панă, аннем ăшĕнче чухнеренпех Эсĕ манăн Туррăм. Пăрахса ан кайсам мана: хуйхăм çывхарчĕ, пулăшакан çук. Темĕн чухлĕ çамрăк вăкăрсем сырса илчĕç мана, çимешкĕн çунса ахăракан арăслан пек, мана хирĕç çăварĕсене карса пăрахрĕç. Эпĕ шыв пек юхса тухрăм, шăммăм-шаккăм пĕтĕмпех саланса кайрĕ, чĕрем ăвăс пек çемçелчĕ, ăшăмра ирĕлсех кайрĕ. Вăйăм тăм сават пек типсе çитрĕ, чĕлхем пыр тĕпне çыпçăнса ларчĕ: мана Эсĕ вилнĕ çын тăприпе пĕр турăн. Йытăсем çавăрса илчĕç мана, усал çынсем ушкăнĕпе тапăнчĕç: аллăмсене те, урамсене те витĕрех шăтарчĕç. Пур шăммăмсем те суса тухмаллах палăрчĕç; хăйсем пăхса тăраççĕ, курмалли япала вырăнне турĕç мана; манăн тумтирĕмсене пĕр пĕринпе уйăраççĕ, тумтирĕмшĕн шăпа сиктереççĕ. Эй Турă, Эсĕ мана пăрахса ан кайсам; эй хăватăм, мана пулăшма васкасам;

чунăма хĕçрен хăтар, пĕчченскерĕме йытăсенчеп çăл; арăслан çăварĕнчен, пĕр мăйракаллă хир вăкăрĕсенĕн мăйракинчен çăлсам мана, илтсе хăтарсам мана. Санăн ятна тăванăмсене пĕлтерĕп, халăх ушкăнĕнче Сана мухтаса тăрăп. Эй Турăран хăракансем! Ăна мухтăр. Яковăн мĕнпур йăхĕ! Ӑна аслăла. Израилĕн мĕнпур йăхĕ Унран хăраса тăтăр. Хĕн куракан хуйхăрнинчен Вăл йĕрĕнмерĕ, илтмесĕр хăвармарĕ, Хăй сăнне унтан пытарса тăмарĕ, Хайне тархасласан, ăна илтрĕ. Пысăк пухура Сан çинчен мухтаса калаçăп, Турăран хăракансем умĕнче хам асăннипе парăп. Мĕскĕнсем çиччĕр, тăранччăр; Турра шыракансем Ӑна мухтаччăр; сирĕн чĕрĕрсем ĕмĕрех чĕрĕ тăччăр. Çĕрĕн вĕçĕ-хĕрринчисем пурте астуса илĕç те Турă енне çаврăнĕç, пур суя тĕнлĕ йахсем те Сан умна ÿксе пуççапĕç, мĕншĕн тесен патшалăх — Туррăн, халăхсене вăл тытса тăрать. Çĕр çинчи мăнтăрсем пурте çийĕç, пуççапа пуçлĕç, çĕр ăшне кĕрекснсем, чунпе усрайманнисем пурте Уп умне ÿкĕç, пуççапĕç: Манăн йахăм Ăна пăхăнса пурăнĕ, вĕсене ĕмĕрех Туррăн тейĕç. Килĕç те çуралас этемсене Туррăн тÿрĕлĕхĕ çинчеп, Вăл мĕн туни çинчен каласа пĕлтерĕç.

30. Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ. (Аптăраса çитнĕ вăхăтра.) Эй Турă, эпĕ Сан çине шанса тăратăп, ĕмĕрне те намăс курмăпинччĕ, Ху тÿрĕ тăрăх хăтар мана, хăлхуна тайса итле мана, часрах хăтар мана. Мана çăлмашкăн маншăн чул тĕрекĕм пул, тарса хăтăлмалли çурт пул. Манăн чул тăвăм, манăн хÿмем – Эсĕ Хăвăн ятушăн ертсе çÿре мана, пăхса тăр мана. Вăрттăн карса хунă танатаран кăлар мапа; манăн тĕрекĕм — Эсĕ. Чунăма Сан аллăна паратап; эй Турă, чăнлăх Турри, Эсĕ хăтараттăн мана. Çук япалана хисеплесе пурăнакана кураймастăп эпĕ, эпĕ Турă çине шанса пурăнатăп. Эсĕ кăтартнă ырлăхшăн савăнам, хĕпĕртем: Эсĕ ман мĕскĕнлĕхĕме куртăн, чунăм хуйхине пĕлтĕн; мана тăшман аллине хăвармарăн, урамсене ирĕк çĕре тăратрăн. Эй Турă, хĕрхен мана: чунăм тăвăрланса çитрĕ, хуйхăпа куçăм путса кĕчĕ, чунăм та, ăшăм-чиккĕм те касăлчĕ. Хуйхăпах пурăнăçăм чакрĕ, йынăшса хуйхăрсах кун-çулăм иртрĕ, çылăхăмсем пирки вăйăм юлмарĕ, шăммăм-шаккăм типсе кайрĕ. Пур тăшманăмсем пирки эпĕ кÿршĕсен мăшкăлĕ пултăм, пĕлĕшĕмсемшĕн хăрушă япала пултăм: урамра мана куракансем манран тараççĕ. Вилнĕ çынна маннă пек, чĕрисенче мана манчĕç; эпĕ çĕмрĕк савăт пек пултăм, — нумайăшĕ хама çисе калаçнине илтетĕп; вĕсем мана пĕтерме канаш тунă чух, ман чунăма туртса илме шухăшланă чух пуринчен те сехĕрленсе тăратăп. Эй Турă, эпĕ Сан çине шанатăп, эпĕ калатăп: Эсĕ манăн Туррăм, тетĕп. Манăп кун-çулăм Сан аллăнта; тăшманăмсен аллинчен, хама хăвалакансенчен хăтар мана. Чуруна Хăвăн çутă сăнна кăтарт, Хăвăн ырă кăмăлупа çăл мана. Эй Турă, Сана тархасланăшăн намăс курмăпинччĕ; усал çынсем намăса юлччăрччĕ, тамăка кайса çăварĕсем хупăнччăрччĕ. Суеçтерекен чĕлхе-çăварĕсем чĕнейми пулччăрччĕ, вĕсем тÿрĕ çын çинчен мăнкăмăлланса, вырăна хумасăр, усал калаçаççĕ. Санăн ырăлăх ытла та нумай-ĕçке! Эсĕ ăна хăвăнтан хăракансем валли усратăн, Эсĕ ăна Ху çине шанакансем валли этем ывăлĕсем умĕнчех янтăлатăн. Эсĕ вĕсене халăхсен пăлхавĕнче Хăвăн сăну хÿттинче пытарса усратăн, çынсенĕн хаяр чĕлхинчен вĕсене хÿтĕлесе тăратăн. Турă мухтавлă: Вăл мана тĕреклĕ хулара Хăйĕн тĕлĕнмелли ырăлăхне кăтартрĕ. Аптăраса çитнĕ вăхăтра эпĕ каларăм: Эсĕ мана Хăвăн куçу умĕнче тăратмарăн иккен, терĕм; анчах Сана тархасларăм та, Эсĕ ман кĕллĕм сассине илтрĕн. Эй Туррăн таса çыннисем, пурсăр та юратăр Ӑна; Турă тÿррисене сыхлать, мăн кăмăлланакансене ылашшипех тавăрса парать. Эй Турă çине шанакансем, пурсăр та тĕреклĕ тăрăр, чĕрĕр хăватлăланса пытăр.

34. Давид псаломĕ. Эй Турă, эпĕ хампа тавлашакансемпе тавлашнă чух ман хута кĕр, манпа тытăçнисене çĕн. Хÿтлĕхне, тимĕр сăрнă тумтирне илсе, мана пулăшма тытăн. Хĕçне кăлар, мана хăвалакансенĕн çулне пÿл, манăн чунăма кала: сана çăлакан –Эпĕ, те. Манăн чунăма шыракансем намăсланччăр, намăса юлччăр; мана усал тума шухăшлакансем каялла тарччăр, мăшкăл пулччăр. Вĕсем çил çинчи тусан пек пулччăр, Турă ангелĕ вĕсене хăваласа ятăр. Вĕсемĕн çулĕ тĕттĕм пултăр, шуса ÿкмелле пултăр, Турă ангелĕ вĕсене хăваласа пытăр; вĕсем пĕр айăпсăрах ман валли вăрттăн шăтăк алтрĕç, таната карчĕç, пĕр айăпсăр çĕртенех чунăм валли шăтăк алтса хучĕç. Хăй кĕтмен хутрах пĕтмелле пултăр, карса хунă танати ăна хăйне çаклантăр, ун ăшне пĕтмеллех кĕрсе ÿктĕр. Манăн чунăм вара Турăшăн савăнĕ, Вăл çăлнăшăн хĕпĕртесе тăрĕ; мĕн пур шăммăм-шаккăм каласа тăрĕ: эй Турă, Сан пекки кам пур? Эсĕ вăйсăррине вăйлинчен хăтартăн, мĕскĕне, чухăна хăйсене пусмăрлаканран хăтартăн, тенĕ. Ман çие суя суйса кăтартакан çынсем тăчĕç; манран хам пĕлменни çинчен ыйта-ыйта тĕпчеççĕ. Ырăшăн мана усалпа тавăраççĕ, чунăма тăлăха хăварчĕç. Вĕсем чирлĕ чух эпĕ хуйхă тумтирĕ тăхăнса çÿреттĕм, чунăма типĕ тытса халран яраттăм, манăн кĕллĕм хам ăшах таврăнатчĕ. Эпĕ вĕсемшĕн çывăх çын пек, тăван пек пултăм, амăшĕшĕн йĕрекен пек хуйхăрса, пуçăма чиксе çÿреттĕм. Эпĕ такăннă чух вĕсем савăнатчĕç, пĕрле пухăнатчĕç, мана çисе калаçакансем пĕр çĕре пуçтарăнатчĕç, мĕншĕнне пĕлместĕм, мана хăрататчĕç, чарăна пĕлместчĕç, икĕ питлĕ мăшкăлçăсемпе пĕрле шăлĕсене качăртаттаратчĕç. Эй Турă, хăçанччен пăхса тăрăн-ши? Чунăма вĕсен усаллăхĕнчен пăрса ярсам, пĕчченскерĕме çав арăслансенчен хăтарсам. Пысăк пухура Сана аслăласа тăрăп, йышлă халăх хушшинче Сана мухтаса тăрăп: мана вырăнсăрах кураймасăр тăракансем ман тĕлĕшĕмрен ан савăнччăр, мана айăпсăр çĕртенех курайман çынсем пĕр-пĕрне куç хĕссе ан тăччăр. Лăпкă пурăнасси çинчен калаçмаççĕ вĕсем, вĕсем çĕр çинче лăпкă пурăнакансем çинчен чее шухăш тытаççĕ. Çăварĕсене карса манран ахăлтатса кулаççĕ: аван-ха ку, аван, куçăмăр курчĕ ĕнтĕ теççĕ. Эй Турă, Эсĕ куртăн, чĕнмесĕр ан тăрсам; эй Турă, пăрахса ан кайсам мана. Эй Туррăм, вăран, суд тума тăр, тавăма татса пар. Эй Турăçам, Туррăм, Хăвăн тÿрĕлĕхÿпе суд ту мана: вĕсем ман тĕлĕшĕмрен ан савăнччăр; хăйсен ăшĕнче: аван-ха ку, аван, чунăмăр ĕмĕтленни çитрĕ тесе ан шухăшлаччăр; хыпса çăтрăмăр иккен хайхине тесе ан калаччăр. Ман хуйхăшăн савăнакансем пурте намăсланччăр, намăса юлччăр; мана çисе мухтанакансем намăс курччăр, мăшкăл пулччăр. Эпĕ тÿрре тухасса ĕмĕтленекенсем савăнччăр, хĕпĕртеччĕр; вĕсем яланах: Хăй чурине канăçлăх сунакан Турă асла тухтăр тесе тăччăр. Вара манăн чĕлхем Санăн тÿрĕлĕхÿ çинчен, Санăн мухтавлăху çинчен куллен-кун каласа тăрĕ.

68. Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Шошаннимпе. Давид псаломĕ.
Эй Турă, çăл мана, шывсем чунăм патнех çитрĕç. Эпĕ тарăн шура путса лартăм, нимĕн çипе тăма çук; тарăн шыва путрăм, юхăм шыв мана сĕтĕрсе каять. Чĕне-чĕне халран кайрăм, пыр тĕпĕ типсе çитрĕ; Туррăма кĕтĕ-кĕте куçăм ывăнчĕ. Мана кăлăхах кураймансем пуçăм çинчи çÿçрен те нумай, мана вырăнсăр хăвалакан тăшмансем вăйлăланчĕç; хам илмеининех памалла пулчĕ. Эй Турăçăм, Эсĕ манăн ăссăрлăхăма пĕлетĕн, манăн çылăхăмсем сана курăнмасăр тăмаççĕ. Эй Турă, çÿлти çарсенĕн Турри, Сан çине шанакансем ман пирки ан намăсланччăрччĕ; эй Израил Турри, Сана шыракансем ман урлă намăса ан юлччăрччĕ. Саншăн хурлăх куратăп эпĕ, питĕме намăс хупласа илчĕ. Тăванăмсемшĕн ют пултăм, апнем ывăлĕсемшĕн палламан çын пултăм. Санăн çурăшăн тăрăшни типĕтсе ячĕ мана, Сана хурлакансенĕп хурри тиврĕ мана. Чунăмпа типĕ тытса йĕретĕп, уншăн та мана мăшкăлаççĕ. Çийĕме хуйхă тумтирĕ тăхăнтăм та вĕсем хушшинче çын кулли пултăм. Хапха патĕнче ларакансем мана тăрăхласа калаçаççĕ, эрех ĕçекенсем те манран кулса юрлаççĕ. Эй Турă, эпĕ кĕллĕмпе Сап умна пыратăп; эй Турăçăм, ырлăху нумай тăрăх, Ху çăласси чăннишĕн Хăвна кăмăллă вăхăтра илт мана. Туйăн ăшĕнчен туртса кăлар мана, путсах анмăпинччĕ; хама кураймансенчен, тарăп шывсенчен хăтăлăпинччĕ. Шыв юхăмĕ сĕтĕрсе ан кайтăрччĕ мана, тарăн шыв çăтса ан ятăрччĕ мана, тĕпсĕр шăтăк хăй ăшне хупса ан хутăрччĕ мана. Эй Турă, илтсем мана: Санăн ырăлăху пит ырă; вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа хĕрхенсе пăхсам ман çие. Хăвăн чуруна сăнна кăтартмасăр ан тăрсам, пит хуйхăратăп, часрах илтсем мана. Чунăм патне çывăхар, хăтар ăна; тăшманăмсене кура çăл мана. Мана хурласа калаçнине, мана намăс кăтартнипе, мана хур тунине Эсе пĕлетĕн; ман тăшманăмсем пурте Сан умăнта. Çын хăртнипе ĕмĕтĕм татăлчĕ, халран кайрăм; хĕрхенессе кĕтрĕм — пулмарĕ, лăплантаракансем шырарăм — тупаймарăм. Çимешкĕн мана ват пачĕç, ĕçессĕм килнĕ чух мана уксăс ĕçтерчĕç. Хăйсенĕн ĕçми-çими вĕсемшĕн таната пултăр, чиперех ĕçсе-çисе ларнă чух çакланмалла пулччăр. Вĕсенĕн куçĕсем тĕттĕмленччĕр, вĕсем курми пулччăр; вĕсене ĕмĕрлĕхе вĕчесĕр ту. Вĕсем çине хаярлăхна çитер, вĕсепе çиллÿ çулăмĕ çавăрса илтĕр. Вĕсенĕн çурчĕ-йĕрĕ пушанса юлтăр, вĕсенĕн чатăрĕсенче пурăна-кап ан пултăр. Вĕсем Эсĕ хĕн кăтартнă çыннах хĕсĕрлеççĕ, Эсĕ суранлатнисенĕн асапне нумайлатаççĕ. Вĕсенĕн йĕркесĕр ĕçĕсем çумне йĕркесĕр ĕçсем хуш, вĕсем Сан умăнта тÿрре ан тухайччăр. Вĕсене чĕррисенĕн кĕнекинчен хурат, вĕсем тÿрĕ çынсемпе пĕрле ан çырăнайччăр. Эпĕ мĕскĕн, эпĕ асапланатăп; эй Турăçăм, Эсĕ мана пулăшни тăраттăрччĕ мана. Хам Туррăмăн ятне эпĕ юрă юрласа мухтатăп, Ӑна ырăласа, аслăласа мухтăп; çакă Турăшăн вăкăртан та, икĕ чĕрнеллĕ, мăйракаллă пăруран та кăмăллăрах пулĕ. Асапланакансем çавна курĕç те савăнĕç; эй Турра шыракансем. сирĕн чĕрĕрсем чĕрĕ пулĕç. Турă мĕскĕнсене илтет, Хăйĕн тимĕрленĕ çышшсенчен йĕрĕнмест. Ӑна пĕлĕтсем те, çĕр те, тинĕссем те, тинĕсре йăшăлтатса çÿрекеннисем те — пурте мухтаччăр. Турă Сиона çăлĕ, Иуда хулисепе тăва-тăва лартĕ; вĕсем унта вырнаçĕç, Сион вĕсене тивĕ. Унăн чурисенĕн йăхĕ унта тĕреклĕ тăрĕ, Унăн ятне юратакансем унта вырнаçĕç.

77. Асаф вĕрентни. Эй халăхăм, ман эакона тăнла, чĕлхеçăварăм каланă самахсене хăлхăра тайса итлĕр. Çăварăма уçса юптарса калаçăп, авалхи самананăн шухăшласа пĕлмелли ĕçĕсем çинчен каласа кăтартăп. Хамăр илтнине, пĕлнине, аттемĕрсем хамăра каласа хăварнине вĕсен ачисенчен пытарса тăмăпăр, килес сыпăка Туррăн мухтавĕ çинчен, Унăн хăвачĕ çинчен, Вăл тунă тĕлĕнмелле ĕçсем çинчен каласа парăпар. Вăл Якова хăй ирĕкпе

пĕлтернĕ, Израиле Хăй сакконне панă, аттемĕрсене çавна хăйсен ачисене каласа хăварма хушнă: килес сыпăк, çуралас ачасем, пĕлсе тăччăр, хăйсен вăхăтĕнче вĕсем те ачисене каласа паччăр, ĕмĕчĕсене Турă çинче тытчăр, Турă ĕçĕсене ан манччăр, Унăн саппăвĕчĕсене туса тăччăр, хăйсен ашшĕсем пек, хирĕçекен хăлăхсăр ăру пек, пысăк чĕреллĕ, ăшĕнче Турра тĕрĕс пăхăнса тăман ăру пек ан пулччăр, тенĕ. Вăрçма хатĕрленнĕ, ухăсемпе перекен Ефрем ывăлĕсем вăрçă кунех каялла тарнă. Вĕсем Турă хунă сăмаха тытса тăман, Унăп сакконĕпе çÿресшĕн пулман, Унăн ĕçĕсене, хăйсене

кăтартнă Унăн хăватлă ĕçĕсене маннă. Вăл вĕсен ашшĕсен куçĕ умĕнче Египет çĕрĕнче, Цоан хирĕнче хăватсем тунă. Тинĕсе уйăрса ярса, вĕсене ун урлă каçарнă, шывсене хÿме пек тăратнă. Вĕсене кăнтăрла пĕлĕт хыççăн, çĕрле çĕрĕпе вут çути хыççăн ертсе пынă. Пушă хирте чул сарса, вĕсене тарăн шывран ĕçтернĕ пек ĕçтернĕ. Чул туран çăл шывĕ кăларнă, шывсем çырма пек юхса кайнă. Анчах вĕсем Турă умĕнче татах çылăха кĕрсе пынă, çÿлти Турра пушă хирте татах кÿрентернĕ. Хăйсен чунĕ савнă çимĕçе ыйтса, вĕсем ăшĕсенче Турра сăнанă. Турра хирĕç калаçнă, вĕсем каланă: Турă пушă хирте çимĕç хатĕрлеме пултараять-и? тенĕ. Акă Вăл чула çапрĕ те, шыв юхса тухрĕ, çырмасем юха пуçларĕç.

Хăй халăхне çăкăр пама, ун валли аш хатĕрлесе хума пултараять-и вăл? тенĕ. Турă илтнĕ те çилленсе çитнĕ, вара Яков çине вут ялкăшса тухнă, Израил çине çилĕ çитнĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Турра ĕненмен, Вăл çăласса шанман. Вăл çÿлтен пĕлĕтсене хушнă, пĕлĕт алăкĕсене уçнă, çисе пурăнма вĕсем çине манна çутарнă, вĕсене çÿлти çăкăра панă. Этем ангелсен çăкăрне çинĕ, Вăл вĕсем валли çимĕç тăранмалăхах антарнă. Вăл çÿлте хĕвелтухăçĕнчи çиле хускатса янă, хăвачĕпе кăнтăр енчи çиле илсе пынă. Вĕсем çине аш тусан пек çутарнă, вĕçен кайăксене тинĕсри хăйăр пек антарнă; çавсене çынсем чарăннă çĕре, вĕсен чатăрĕсем таврашне ÿкернĕ. Вĕсем вара çинĕ, йăлтах тăраннă; вĕсене хăйсем ĕмĕтленнине панă. Анчах ытлашшине ĕмĕтленме чарăничченех, апачĕ çăварĕнче чухах, вĕсене Турă çилли çитнĕ, мантăррисене вĕлернĕ. Израилĕн çамрăкĕсене ÿкерсе тухнă. Унта та вĕсем çылăха кĕрсе пына, Унăн хăватлă ĕçĕсене ĕненмен. Вара вĕсенĕн кунĕсене усăсăрах ирттернĕ, вĕсенĕн кун-çулĕ пăлханса пурăннипех иртсе кайнă. Вăл вĕсене вĕлернĕ чух вĕсем Ӑна шыранă, Ун енне çаврăннă, ирех Турă умне пыра-пыра тăнă: хăйсене пулăшаканĕ Турă иккенне, хăйсене хăтараканĕ Çÿлти Турă иккенне асĕсене илнĕ. Ун умĕнче чĕлхи-çăварĕсемпе йăпăлтатнă, чĕлхисемпе Ун умĕнче суеçтернĕ. Вĕсенĕн чĕри Ун умĕнче таса пулман, вĕсем Вăл хунă сăмаха тытса тăман. Вăл, ырă кăмăллăскер, çылăхĕсене каçарнă, вĕсене пĕтерсех пăрахман; Хăйĕн çиллине темиçе хут та чарнă, Хăйĕн хаярлăхне пĕтĕмпех ирĕк паман. Вăл вĕсем ÿт иккенне, пĕрре тухса кайсан каялла таврăнми сывлăш иккенне астуса тăнă. Вĕсем Ӑна пушă хирте миçе хутчен кÿрентернĕ, çын пурăнман çĕрте çиллентернĕ, татах Турра сăнанă, Израилĕн Святойне кÿрентернĕ; Унăн алли тунă ĕçе, хăйсене хĕсерленинчен хăтарнă куна астуса тăман; Вăл ун чухне Египетре Хайĕн паллисене кăтартнă, Цоан хирĕнче хăватсем тунă: вĕсем ан ĕçейччĕр тесе, вĕсенĕн шывĕсене, çăлĕсене юн тунă; вĕсене сăхчăр тесе вĕсем çине хурт-кăпшанкă янă; вĕсене пĕтерччĕр тесе, шапасем янă; вĕсенĕн çĕр çинчи çимĕçĕсене хуртсене панă, ĕçленĕ ĕçне шăрчăксене панă; иçĕм çырлине пăр çаптарнă, смоква йывăçĕсене тăм тивертнĕ; выльăх-чĕрлĕхĕсене пăрпа, кĕтĕвĕсене çиçĕмпе пĕтернĕ, вĕсем çине Хăй çиллийĕн çулăмне, Хăйĕн çиллине янă; хаярлăхне, усал ангелсем яракан инкеке янă; Хăйĕн валли çул тикĕсленĕ, вĕсен чунĕсене вилĕмреп сыхламан, выльăх-чĕрлĕхне мурпа пĕтернĕ; Египетре малтан çуралнисене Хам чатăрĕсенчи вăйăн пуçламашне пĕтĕмпех пĕтерсе тухнă. Хăйĕн халăхне сурăхсем пек илсе кайнă, вĕсене пушă хирте кĕтÿ пек ертсе пынă; вĕсене шанчăклă илсе пынă; вĕсем хăраман, вĕсенĕн тăшманĕсене тинĕс хупласа илнĕ; вĕсене Хăйĕн таса çĕрĕ çине, Хăйĕн сылтăм алли хатĕрленĕ çак ту çине илсе килнĕ; вĕсен умĕнчен ют халăхсене хăваласа янă, халăхсенĕн çĕрĕсене вĕсене ĕмĕрлĕхе уйăрса панă, чатăрĕсем ăшне Израил йăхĕсене вырнаçтарнă. Вĕсем Çÿлти Турра татах сăнанă, кÿрентернĕ, Вăл панă йĕркесене тытса тăман, ашшĕсем пекех, Ӑна пăрахса пурăннă, пăрăнса кайнă; йăпăш перекен çĕмĕрен пек, каялла кайнă; хăйсенĕн сăрчĕсемпе Ăна кÿрентернĕ, туррисен кĕлеткисемпе ăна çиллентернĕ. Турă илтнĕ те çилленсе çитнĕ, Израил çине çилли тулса çитнĕ: Силомри кĕлĕ чатăрне, çынсем хушшинче Хăй пурăнакан çуртне пăрахнă; Хăйĕн тĕреклĕ вырăнне тыткăна панă, Хăйĕн мухтавлă вырăнне тăшман аллине панă, Хăйĕн халăхне хĕç айне ÿкернĕ, Хăйĕннисене çилленсе çитнĕ. Уиăн çитĕннĕ ывăлĕсене вут пĕтернĕ, унăн хĕрĕсемшĕн туй юрри юрламан; священникĕсем хĕçпе ÿксе пĕтнĕ, тăлăх арăмĕсем йĕмен. Анчах Турă, ыйхăран вăранса тăнă пек, эрех ĕçсе вăйран кайнă паттăр пек, сиксе тăнă та унăн тăшманĕсене хыçалтан пырса çапнă, ĕмĕрлĕхе намăса хăварнă. Иосиф кил-çуртне пăрахнă, Ефрем йăхне те суйласа илмен, Иуда йăхне, Хăй юратнă Сион туне суйласа илнĕ. Хăйĕн таса çуртне пĕлĕт евĕрлĕ тунă, ăна çĕр пек ĕмĕрлĕхе тĕреклĕ тунă. Хăй чурине Давида суйласа, ăна сурăх кĕтнĕ çĕртен илнĕ; Хăйĕн чурине Якова, Хăйĕн халăхне Израиле кĕтсе пурăнма, ăна ĕмĕртекен выльăхсем патĕнчен илсе кайнă. Вăл вара вĕсене таса чĕрепе кĕтсе пурăннă, ăста аллисемпе ертсе çÿренĕ.

90. Давидăн мухтав юрри. Çÿлти Турă хÿтлĕхĕнче пурăнакан çын пурне те тума пултаракан Туррăн хÿттинче канлĕн выртать. Вăл Турра калать: тарса пымалли вырăнăм, манăп хÿтлĕхĕм, эпĕ шанса тăракан Туррăм, тет. Вăл сана сунарçă танатинчен çăлĕ, вĕлерекен суранран хăтарĕ. Сана хăйĕн тĕкĕсемпе хÿтĕлесе тăрĕ, Унăн çуначĕ айĕнче шанчăклă тăрăн; Унăн чăплăхĕ — хÿтлĕх пек, тимĕр тумтир пек. Çĕрлехи тискертен те, кăнтăрла вĕçсе килекен

ухăран та, тĕттĕмре çÿрекен чиртен те, кăнтарлах пĕтерекен муртан та эсĕ хăрамăи. Сан çумна пинĕпе ÿкĕç, сылтăм енне вунă пинĕпе ÿкĕç, çапах сан патна çывăхармĕ. Эсĕ куçупа анчах пăхса тăрăн, усал çынсене тавăрнине курса тăрăн, мĕншĕн тесен эсĕ каларăн: манăн шанчăкăм Турă, терĕн, Çÿлти Турра ху тарса пымалли вырăн турăн. Сана инкек çакланмĕ, çурт-йĕрÿ патне чирчĕр çывхараймĕ. Хăйĕн ангелĕсене сана пур çулусем çипче те сыхлама хушĕ: урупа чула такăнмасса, сана алă çииче илсе çÿрĕç. Аспидпа василиск çине урупа пусăн, арăсланпа çĕлене таптăн.

ТУРА КАЛАТЬ: Хама юратнăшăн хăтарăп ăна, Хамăн ятăма пĕлнĕшĕп ун хутне кĕрĕп. Хама тархасласанах илтĕп ăна, хуйхăрнă чух унпа пĕрле пулăп; хăтарăп ăна, асла кăларăп; ăпа вăрăм кун-çул парăп, ăна Хам çăлнине кăтартăп, тет.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s