Иван Яковлев: Мухтав юррисен кĕнеки

Иван Яковлев – çĕнĕ çырулăха пуçарса йĕркеленĕ вĕрентÿçĕ – сĕм тăлăх ÿснĕ. Усрава илнĕ кил-йыш ăна нумай ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпах ĕнтĕ вăл та нумай çынна пулăшма тăрăшнă: чăваш ачисем валли шкул уçнă, учебниксем кăларнă… Тĕплĕнрех→



Мухтав юррисен кĕнеки

Псалом 1

Давид псаломĕ. Усал çынсенĕн капашне çÿремен çын, çылăхлă çынсен çулĕ çинче тăман çын, астаракан çынсенĕн ушкăнĕнче ларман çын телейлĕ. Унăн кăмăлĕ Турă законĕ çинче. Унăн законĕ çинчен вăл кунĕн-çĕрĕн шухăшлать. Вăл юхăм шыв хĕррине лартнă йывăç пек пулĕ: çав йывăç хăй çимĕçне вăхăтĕнче пултарать, унăн çулçи тăкăнмасть; вăл çын мĕн туни пурте ăнса пулĕ. Усал çынсем апла мар (апла мар вĕсем); вĕсем (çĕр çинчен) çил çавăрса каякан тусан пек. Çавăнпа усал çынсем судра чăтаймĕç, çылăхлисем тÿррисенĕн ушкăнĕнче тăраймĕç. Тÿрĕ çынсенĕн çулне Турă пĕлсе тăрать, усал çынсенĕн çулĕ пĕтсе ларĕ. (Танл. РБП 2010 Пс. 1)Малаллине вулас