Митта Ваçлейĕ: Сăваплă кĕтес


Хула хĕрри улах. Сĕве йăвашшăн
Пахча çуммисемпе иртсе каять…
Çак лăпкă кĕтесре тăван чăвашшăн
Çуралнă ĕлĕк чух пĕр çамрăк ят.

Ак ун кĕперĕ, вăл юратнă вырăн,
Ак вăл час-час таяннă ват йăмра.
Паян та вăл кунта çÿрет пек ыррăн,
Тăрать пек сыввăн умăмра.

Ун лăпкă куçĕсем йăл-йăл тăваççĕ,
Ун сăнĕнче – те хурлăх, те телей…
«Мĕнле пурнан? Мĕнле çĕршыв хăвачĕ?
Ман шăллăмсем нумай-и, Ваçилей?» –

Тесе ыйтассăн тăрать пек поэтăн
Шухăшăмра çĕкленнĕ ĕмĕлки…
– Аван, манми тете. Аван, – теетĕп. –
Сывлать чăвашăмăр, сывлать чĕлхи.

Çак пирĕн ÿсĕмри чăваш этемĕ
Иртме шанать чăн пурнăç тĕпелне.
Çитет пире, çитет – тертленнĕ,
Лаххан таврашĕнче çитет-тĕр йĕпенме!

Чăвашăн ăнсăртран сывалнă куçĕ
Культтурă кил-çуртне пăхса илет.
Телейлĕх тупсăмне хăех вăл уçĕ,
Хăех туянĕ хăй валли тивлет.

Эх, Константт’ын! Пирĕнпеле пулсамччĕ.
Пулсамччĕ кĕрекере илем пур чух…
Анчах мĕскершĕн-ши нимле асамçăн
Сан ыйхуна сирме хăвачĕ çук?..

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.