Вăхăтпа Тĕнче ][ Михаил Смирнов Шевле / Mihhajyl Smirnof Ševle


Чи хакли – Пурăнăç.
Вăхăт унран та хаклăрах.
А. В. Суворŏв

Пурăнăç хÿри – пăрăнăç.
Каларăш


1


Вăхăт хăйĕн еккипе,
Çирĕпленнĕ йĕркипе,
Çÿлти Турă хушнипе
(Пĕлеймĕпĕр тĕпчесе),
Тытса пырать Тĕнчене.
Авалхийĕ – паянхи,
Паянхи ун – авалхи:
Çаврăнса çапла килсе,
Çил урхамахне кÿлсе,
Пулассин кунне пÿлсе
Хальхине калла таврать
Авалне кÿре тăрать –
Çав хальхи пулса тăрса
Пурнăç малалла пырать.
Хĕвел тăтăш çутатса
Çак тĕнчене кун парать –
Чĕрĕ чун аталанать.
Шел пулин те, йĕрке çук
Ку чухне çак çĕр çинче,
(Уншăн пулас Хăруш Сут)
– Пурăнатпăр Пурнăçа
(Турă панă ырлăха)
Пуçтахланса, хур туса –
Тĕнче cаконне пăсса,
Пăхăнмасăр Уçлăха,
«Çаппа» урлă сĕтĕрсе –
Мĕн кирлине пĕтерсе,
Юлас марччĕ «выçлăха».
Çитес ăру умĕнче
Шутсăр парăма кĕрсе,
Чысăмăра ÿкерсе,
Ларас марччĕ-ха пĕтсе.
Анчах Пурнăç «тулнипе»,
Тен, ытла та «ăслипе»,
Хăйнех «асла» хунипе
Пĕтнĕ тет пĕрре этем,
Путнă шыв айне илем.
Çĕнĕ Пурнăç хунатма,
Несĕл сыхласа юлма
Ăсĕ çитнĕ тет çынсен
Ахăрсамана килсен.
– Халь этем хатĕрленет
Тепĕр Тĕнчене вĕçме.
Уçлăха Вăл хĕмленет
Пуçлăх пулса тивĕçме.
«Ной кимми» çине куçма
Вут карапне хатĕрлет.
Ăна часрах майласа
Ĕçе кĕртме тертленет.
Шел пулин те, вăл пĕлмест
Кун пек тĕнче çуккине:
Нихçан, ним те çитеймест
Çĕр чăмăрĕ пеккине.
Пурпĕр Этем «кастарать»
Çĕнĕ йăва çавăрма,
«Ной киммине» хастарлать,
Вăхăт кĕске «çывăрма».
Хăй «сăпкине» хăварса
Вĕçсе кайма çул хывать
(Турçăм, пар ăна хăват!)

2

Чăваш килнĕ Çĕр çине,
Çăкăр ĕçлесе çиме,
Чипер çемье хунатма,
Пĕрне-пĕри юратма,
Çичĕ юпа тус пулса
Тăнăç-тату пурăнма –
Хĕвел, Уйăх, Çĕр, Шывне,
Çапса çăван çумăрне,
Çавах сиплĕ сывлăшне,
Çĕрти, шыври чĕрчунне,
Аслатипе Тăвăлне,
Тăхăр тĕрлĕ Туррине –
Тархасланă йăлăнса,
«Пуçне çапса» – кĕл туса,
Тулăх пурăнăç ыйтса.
(Çавăнтан пуль чăвашра
Хальччен пырать çав йăла).
– Ун пек пурăнăç ăçта?
– Ниçта та çук – хамăрта.
(Кĕскен кăна «куç хывас»
Ĕлĕк мĕнле пулнине –
Эпир епле «пуйнине»:
Чăваш акнă урпине –
Туса ĕçнĕ сăрине.
Хуртне пăхнă вĕллинче –
Пулнах сим пыл килĕнче.
Пухнă тулăх пăрине
Туй-çуй пăтти пĕçерме,
Хуратулĕпе вирне –
Хур какайĕпе çиме:
Тулли тăнă çÿпçисем
Тĕрлĕ кĕрпе-çармаран.
Шÿпке пулли, çуйăнсем
Тытнă тулăх çырмаран.
Шÿпки кайнă шÿрпене,
Çуйăнĕ – вир пăттине.
Кам çинĕ ун пеккине –
Манаймасть вăл «еккине».
Шĕпĕлтетнĕ (шух пулас)
Маратара чух партас
Шăпăлтатнă хуп шакра,
Йăпăлккаç хура шампа:
Яш-кĕрĕмсем çавăнпа
Нăкă пулнă партас пек,
Кĕрнекленнĕ çав унпа
Кĕркуннехи шампа пек –
Чăваш тытнă выльăхне –
Лаши-ĕни, сурăхне,
Хур-кăвакал, кăрккине,
Кĕшĕл чăххи-чĕппине.
– Тĕртнĕ шур кĕпи-йĕмне
Кантăр-пуса пирĕнчен.
Тĕр тĕрленĕ тăрăшса,
Ирттерсе пĕр-пĕринчен.
Сăрне илнĕ ÿкерсе
Асамат кĕперĕнчен,
Çĕр çинчи чечексенчен,
Чĕрери туйăмсенчен –
Савăк чун юратнинчен.
– Сăмах майăн, калас пур,
(Каламастăп калампур):
Чăваш тĕрри еплине,
Юратăвăн еккине –
Хĕрпе каччăн телейне
Курăр пике тĕрринче –
Тĕрри – чăваш кĕпинче,
Хушпу, явлăк, тухйинче,
Саппун-сурпан çийĕнче –
Чăваш тумĕ-юмĕнче.
Илем кÿрет тĕпеле
(Пÿрте хăтлăх парнеле)
Чÿрече – кĕтес карри,
Пÿлĕмре чаршав пурри –
Канлĕ канăвăн ырри…
Ах, эрешлĕ пиçиххи
(Юратăвăн пуль çыххи),
Енчĕкпе сăмса тутри –
Савни – сарă хĕр парни –
Эрешлесе тĕрлени –
Пулнă йĕкĕте пÿрни,
Ларса Пÿлĕхçĕ çырни.
Тăла пуснă – чăлхана
Хурипелен шуррине –
Çăмне илнĕ çурхине
Çăмăл пулнă чăлхама.
Чаппанĕпе сăхманне,
Катан пирĕпе-мĕнне –
Панă кĕрхи самана,
Шеп те пулнă тăхăнма
Кĕрхи-çурхи вăхăтра,
Сивве ним чуль пăхăнман,
Хура-шурă çăматта
Йăваланă – ÿркенмен.
Çăка хуппи çăпата
Ураран тухса ÿкмен –
Сывлăха сиен кÿмен…
Хура-шурă, сар тупа
(Çăтса ярăн сар çупа).
Кам калать «хамăр туман?»
Тата кĕрĕк çĕлеме
Пĕрмеллине – тĕрлине
Калĕ кам «ăста пулман?»
Хăйĕн ĕçне ĕçлеме,
Çĕвĕç килнĕ килĕрен –
Тивĕç пулнă тÿлеме
Хуçи ăна кирлĕрен.

3

Халь этемлĕх, аташса,
Пĕр-пĕрин пуçне касать.
Чиксĕр ăсран «тайăлса,
«Тепĕр тĕнчене» куçать –
Çапла тайăлсах ăсран
Çухалать ырри асран.
Иксĕлсе пырать тивлет –
Çакна Пÿлĕхçĕ сивлет,
Сăваплисене – сиплет,
Çĕн Пурнăçпа пехиллет –
Тивĕçтерсе Çăтмаха
Сиплĕ Тĕнчине илет –
Тĕл пулатех Аçтаха…
Этем лекнĕ Çĕр çине
Пулĕ, тетпĕр, Уçлăхран.
Ларса унăн чĕрçине
Вăйне илнĕ Вăхăтран:
– Ăна Турри çылăхран
Хуса янă Çăтмахран:
Сăвапа тивĕç пулсан
Таврăнĕ, тесе, кайран.
Куç хывăпăр таврана:
Экколокй япăхса
Хамăр çине таврăнать.
Хĕвел йăмăххăн пăхса
Уçлăх çинче çаврăнать,
Шăнтать-хĕртет урăхла:
Çителĕксĕр е ытла.
Халь пăхатпăр хамăра:
Мĕнле «сий» куратпăр-ши –
Пÿлĕх панă «хăнара»
Епле чыс кÿретпĕр-ши?..
– Калас пулсан тÿп-тÿрех,
Харампырĕ кун курать.
Кулать пиртен куçкĕрет –
Аллине укçа кĕрет.
Çукки çулăмсăр çунать:
Хываймасть ĕçчен çунат,
Çитменлĕхпе тарăхса
Юлашки вăйне хурать –
Пурпĕр юрлă пурăнса
Пăхсан кăна курăнать…
– Мĕн пур талантне пухса
Ырми-канми тар тăкать:
Пепкесене вĕрентет,
Чирленисене чĕртет,
Сывлăхсăрне сыватать.
– Кам-ши куçкĕрет асать,
Мĕн пирки ытлах тусать?
– Харампырĕ, – терĕм-ха.
Тепре калам, илтĕр-ха:
Мул пухма ăна ансат.
Хăйне кÿрет супинкке.
Теприйĕ курать инкек:
Тарне тăкать тарăхса,
Турă кунне, чун парса,
Сив Космŏса хăпарса,
Тинĕс тĕпне те анса
Хăй çемйине хăварса,
Чун-чĕрине хăвăртса,
Тинĕс çийĕн çул хывать
(Çапла пурнăçĕ шăвать).
Çĕр çийĕнче тыр акать,
Шыв айĕнче мул шырать,
Кăмрăкне тек кăларать,
«Çĕрĕн çуне» те уçлать,
Газне пăрăха кÿлсе,
Хамăра валли пÿлсе
Ют çĕршыва хăвалать –
Пире «йĕмсĕр» хăварать.
(Çакна харампыр тăвать).
Ĕçлекенĕсем – пайтах,
Нумайăшне – ĕç те çук.
Тупаймаççĕ ним пайта:
Ĕçне памасть ăçтиçук.
Пăлатниксен – пуртти çук,
Çĕвĕçĕсем – çĕлĕксĕр,
Кĕтÿçĕсем – кĕрĕксĕр,
Тепри ĕçлет ирĕксĕр,
Вăрра каять – пÿлĕхсĕр:
Çук пуль вăрра пĕтерме –
Шăнăçтарас çук тĕрме.
Çĕрме пуянĕ – сĕмсĕр
«Хура халăхĕ» – чĕмсĕр.
Çын çинче – çын пек пулма –
Хăйне ирĕккĕн туйма,
Çине тăрсах тар тăкать.
Çук пилре те ун пуйма.
Никама та вăл суйман.

4

Ĕçлекен – нихçан пуйман,
Керменсем те лартайман,
Господин та пулайман:
Харампырсем – господа,
Ĕçлекеннисем – чура
(Çапла халлĕн Раççейре).
Ку ĕнтĕ хальхи пурăнăç –
Унăн хÿри – пăрăнăç.


Çухатмасăр пĕлес çук
Пур япалан сарăмне.
Çтихванĕ ăçтиçук –
Чыс параймасть арăмне.
Шевле пуçин укçи çук
Час параймасть парăмне.
– Апла пулсан, мĕн тăвар?
– Туслă, сывлăхлă пулар!
Пĕрне-пĕри чыс туса
Ĕмĕр тăршшĕ пурăнар.
– Кулянмасăр кун курас
Пÿлĕхçĕ тивлечĕпе,
Мал ĕмĕтпе пурăнас –
Мăнуксен телейĕпе.
Тÿр пыракан пăрăнмасть –
Хăйĕн тертлĕ çулĕнчен,
Тискер куна парăнмасть –
Хастар вăй ун чĕринче.
Выртан каска мăкалать
Пĕр вырăнта пулнипе,
Çÿрен каска пулнипе
Çÿрен каска çуталать.
Тĕнче касса пынипе
Ир каяççĕ ыр çынсем,
Çут Тĕнчерен уйрăлса:
Тен, кирлĕ те пуль вĕсем
Пай Çăтмахра уйăрма.
Ывăнмасăр канаймасть
Тÿр ĕçчен çын, харсăрри.
Савăнăçпа кулаймасть
Ĕшеннĕскер, халсăрри.
Пĕчĕк пепке çуралсан
Кун курнипе макăрать,
Амăш кăкрине парсан
Сывлăш илсе йăл кулать;
Тĕнчи телейпе тулать –
Пурнăç малалла кусать.
Чунсăррине – чун кĕмест,
Çухалманни – тупаймасть.
Выçса курманни туймасть
Хура çăкăр техĕмне.
Юратманни кураймасть
Çут Тĕнченĕн илемне.
– Эх, тусăмсем, мĕн тăвар?
– Ыр ĕç туса кун курар.
Алла-аллăн тытăнса
Пĕрне-пĕри пулăшар!
Чыслă чипер чăвашсем,
Сывлăх-пулăхлă йышсем.
«Кукамайпа кукаçей»
Теччĕр пике ÿстерсен,
«Асатте» те «асанне» –
Чĕнччĕр Пÿлĕхçĕ пÿрсен:
Сире ывăлне кÿрсен.
Мăнуксем çапла чĕнни –
Этем кун-çулччен чĕнни.
Çакă пирĕн ăраскал –
Пурнăç пытăрччĕ кал-кал.
– Тăварпа пиçнĕ тăван,
Ютран пулнă хурăнташ,
Çывăх çыннăмăр, юлташ.
Ӳркенмен ăста чăваш –
Тус-йышусемпе – йăваш,
Тăшман çулăхсан – хаяр,
Яланах пĕрле пырар,
Çитмелли çĕре çитер,
Чипер, сывлăхпа çÿрер –
Пÿлĕхçĕ тивлечĕпе,
Тăхăмсен телейĕпе…

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.