Куриччен – Курманни ][ Владимир Левуков / Vlatimĕr Levukkof


Аякран килнĕ хăнасене пуйăс çине лартса ăсатрăм та каялла таврăнатăп. Ир-ха. Самар урамĕсем пушă. Канать, паллах, хула халăхĕ, праçник кунĕсем тăсăлаççĕ вĕт. Шĕкĕр хуларан тухаспа Тольяттине каякан çул çинче пĕри сасăласа тăрать. Машинăра вырăн пур, чарăнтăм хайхи. Тен, хыпаланать çынни – рейслă автобуса та кĕтсе тăман, тен, инкек-синкек пирки çул çине тарăхса тухнă. Хăй пĕчченех. Ку çын хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕкри хĕрарăм пулчĕ. Вăтам пÿллĕ, тирпейлĕ çи-пуçлă, пит-куçĕ темшĕн салхуллă. Самаях çăмăл тумланнă хăй – Самарта шап-шурă юр ларнине пăхмасăрах çара пуçăн. Тĕрĕссипе эпĕ хам та шутламанччĕ кунта хĕл çитнĕ тесе, ара, пирĕн патра, Тольяттире, пĕр пĕрчĕ юр та ÿкменччĕ-ха, икĕ хула хушши çĕр çухрăма яхăн кăна пулсан та.
Кĕскен ăçта каяссине пĕлтерчĕ те çулçÿревçĕ хыçалти ларкăч çине вырнаçрĕ. Чĕрĕк сехет çул çинче – ним чĕнмест ман пассашир, вăхăтран-вăхăтран çеç: «Ай, тур-тур!» – тесе хашлатса илет. Ку хĕрарăмăн мĕн те пулин пулса иртнĕ пурнăçĕнче кĕçĕр: е упăшкипе килĕштереймен, е пачах урăх инкек сиксе тухнă. Пурнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть. Мĕн пулса иртнĕ çынпа – пĕлеймĕн.
– Ай, тур-тур! – терĕ каллех хĕрарăм. Хальхинче тата темиçе сăмах хушса хучĕ пăлханса, – Вăт, ухмах! Вăт, тăмпуç!
Хăй таçта вĕçет шухăшĕсемпе – кантăкран вăрман еннелле тинкерсе пăхать. Итлес темесен те хăлхана кĕреççĕ хĕрарăм сăмахĕсем. Аван мар пулсан та:
– Каçарăр та, кам ухмах-ши сирĕншĕн? – тесе ыйтрăм чăтаймасăр хуллен. Машинăра эпĕ те пуррине тин тавçăрса илнĕ пек ман çине тĕлĕнсе пăхрĕ:
– Эсир хăвăр мана каçарăр, тархасшăн, ларатăп калаçса, сире чăрмантарса. Паллах, эпĕ ухмах, кам пултăр. Каймалла та марччĕ ман хăнана. Ухмах, çÿретĕп хăна тăрăх ачасене пăрахса. Э-э-э, вăл сире кирлех те мар, – аллине сулса, пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕ – хăй курни-илтнине ют çынна каласа пама юрĕ-ши, юрамĕ-ши тесе иккĕленчĕ пуль. Эпĕ макниттоффона та хускатса пăхрăм, анчах ăна часах пăрса хума лекрĕ – манăн çулташ тепĕр хут ман çине куçне сиктерчĕ те:
– Юрĕ, эппин. Каласа парам-ха сире Самарта мĕнле хăнара пулни çинчен, тен, çăмăлтарах пулĕ чунăма. Атту ниепле те лăпланаймастăп, – тесе хучĕ.
Çул тăршшĕпе çăварне хупмарĕ манăн кÿршĕ, кулкаласа та илчĕ, куççулленсе те, питĕ кăсăкланса итлерĕм.
– Ăçтан тытăнсан лайăх-ши, пĕлместĕп те. Каласа пама та маçтăр мар эпĕ. Мана Галя тесе чĕнеççĕ, икĕ ачапа ялта пурăнатăп. Чăваш.
Кăçал çулла ман пата пĕр шутламан çĕртен Самартан хăнасем килчĕç: Ваççапа Нина, ачисемпе. Каçа хирĕç пулсан та – эй, савăнтăм! Ара, çирĕм çула яхăн кунта пурăнса та пĕрре те вĕсем ман патăмра пулман-çке! Пĕр облаçра пурăнатпăр-çке, тата вĕсен машини те пур. Тăван ялта, кунтан инçетре, хутран-ситрен пĕр-пĕрне тĕл пулсан чĕнетпĕр-чĕнетпĕр хăнана, анчах та ниепле те курнăçаймастпăр. Тинех килчĕç вĕт манăн хаклă тăвансем! Хаклă пулмасăр – эпĕ вĕсене иккĕшне те ентеш кăна мар, чăн тăван пулатăп: Ваççа – аннепе пĕртăван куккан ачи, Нина вара аттепе пĕртăван аслă тетен хĕрĕ. Кĕскен каласан, иккĕшĕншĕн те эпĕ иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ пулатăп.
Хаклă хăнасене питĕ лайăх сăйларăм пек ĕнтĕ: ĕçмелли-çимелли мĕн пурри сĕтел çинчеччĕ, çуттине те икĕ кĕленчипех кăлартăм. Ваççа шăллăм ик-виç черккерен ытлашши ĕçмерĕ. Тепĕр кунне, вырсарникун, ирпеле Тольяттири тимĕр-тăмăр пасарне тухма шут тытнăччĕ вăл, «Жигулийĕ» валли тем те пĕр туянасшăнччĕ. Çĕрĕпе калаçса лартăмăр, шуçăмпа çеç тĕлĕрсе кайнă. Хваттер пĕчĕк çеç пулсан та, пурне те вырăн çитрĕ. Хăна ачисем пĕр кравать çинче, тепринче хăйсем вырнаçрĕç. Эпĕ ачасемпе урайне матрас сарса выртрăм. Хĕсĕкрех пулсан та – пурте кăмăллă. Ăсатнă чухне хистесех хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Пĕр-икĕ уйăхран пысăк хваттер туянаççĕ имĕш, çумалла тет ăна. Тĕплĕнрех уявне хăш кун палăртассине çырса е урăх майпа пĕлтерĕпĕр терĕç. Адресне те çавăн чухнех систерме пулчĕç. Эпĕ савăнсах пыма килĕшрĕм. «Çакăн пек кăмăллă тăвансемпе çывăх пуласчĕ», – тетĕп хам ăшра. «Килсе çÿремен тăван – тăван мар», – тенине те чухлатăп.
Вăхăт иртет, хурав çук та çук вĕсенчен. Икĕ уйăх мар, пилĕк уйăх та иртсе кайрĕ. Шанчăк та пĕтме пуçларĕ – саркаланса ларса пулмарĕ иккен тетĕп, вĕсен пысăк хваттерĕнче. Анчах та нумай пулмасть Нина аппăшĕ, Самарта пурăнаканскер, хăй ĕçĕпе Тольяттине килнĕччĕ те çула май ман пата кĕрсе тухрĕ. Савăнăç пĕлтерчĕ: йăмăкĕпе кĕрÿшĕ тинех хваттер туяннă. Октябрь праçникĕнче палăртма шут тытнă иккен. Нина аппăшĕ Венера, лешсен çĕнĕ хваттерĕн адресне пĕлменнипе праçник ыран тенĕ кун хăйсем патне пыма хушрĕ, пĕрле пуçтарăнса кайăпăр терĕ. Ĕç нумай пирки чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче çула тухма май килмерĕ мана, тепĕр кунне иртерех тухсан та ĕлкĕрĕп тесе шутларăм. Праçник кунне мĕнле хыпалансан та Самара вун пĕр сехетелле аран çитрĕм. Ку пысăк хулара пачах пулманнипе таксипе çеç шыраса тупрăм Венерăсен тĕлне. Утса пыратăп çапла хыпаланса, вăхăтра çитменнипе пăшăрханса, пăхатăп: мана хирĕç Венера хăйĕн çемйипе кĕпĕрленсе тухать. Мана кĕтсе илейменнипе хăнана кайма тухнă ĕнтĕ йăмăкĕ патне. Вăт, апăрша, пĕр минут ăçта та пулин тытăнса тăнă пулсан – ĕлкĕрейместĕмччĕ вĕт хваттер çума. Мансăрах савăнатчĕç ĕнтĕ Ваççапа Нина, тăванĕ-пĕтенĕсем, ман çинчен никам та аса илмен те пулĕччĕ. Тен, авантарах та пулатчĕ апла? Çил пек чупмалла марччĕ иккен Самар урамĕпе. Тепĕр енчен, чĕннĕ çĕре каймасан кăмăллă мар, çитмеллех. Хыпалантăм ĕнтĕ, ятарласах кучченеç те илтĕм, кĕпе-костюм туянтăм, унпа та çын умĕнче, тăвансем умĕнче курăнас килет. Тен, тăван ялтан та ентешсем килеççĕ-тĕр – курса калаçни мĕне тăрать. Яла кайса çÿреме те вăхăт çук, унта тахçантанпа пурăнмасан та пурпĕр ял хыпарĕсене пĕлес килет.
И-и-и, хайхи пĕр сехетрен тин трамвайпа, автобуспа кайсан-кайсан персе çитрĕмĕр хулан тепĕр вĕçне. Унта тин çеç ÿкнĕ акăш мамăкĕ пек кăпăш юрпа çуталса тăхăр хутлă çÿллĕ те капмар çуртсем тÿпенелле кармашса лараççĕ. Эх, телейлĕ те çав ман шăллăмпа йăмăкăм – çак илемлĕ шурă карап пек пÿртсенчен пĕринче пысăк хваттер туяннă. Турă малашне те пулăштăр вĕсене.
Эпир ушкăнпа кĕпĕрленсе пĕр пÿрт алăкĕ еннелле утрăмăр. «Миçемĕш хута хăпармалла-ши?» – шутлатăп хам ăшра çÿлелле пăхса. Юрать-ха, тÿпенелле улăхма лекмерĕ пире – ялти пекех тÿрех кĕмелле вĕсен хваттерне. Тухса ÿкес-тăвас пулсан инçе вĕçмелле мар иккен. Шăнкăравлама та ĕлкĕреймерĕмĕр – пĕр алăк яри уçăлчĕ те, эпир пурте хăнасен шутне кĕрсе ÿкрĕмĕр. Ваççа шăллăмпа Нина йăмăкăм питĕ савăнчĕç – мана йăтса çÿременни кăна. Хывăнтарчĕç те кĕрекене кĕртсе лартрĕç. Хăна-вĕрле йышлă, ыттисем чылай маларах килнĕ пулас, эпир кăна каярах юлса çитрĕмĕр. Сĕтел хушшине вырнаçнă-вырнаçман тулли черккесем тыттарчĕç. Ырă сăмахсем каласа, кучченеç парса эпĕ те тĕппипех ĕçсе патăм пĕрремĕш черккене. Манăн, иртенпе ĕшенсе чупса çÿрекенскерĕн, çан-çурăм çемçелсех кайрĕ, кăмăлăм татах та уçăлчĕ. Пире, кая юлса килнĕскерсене, «штраф» пама сĕнчĕç. Тепре тултарчĕç черккесене.
Пирĕнпе пĕрле ыттисем те ÿпĕнтерчĕç. И-и-и, кайрĕ вара хваттер çăвасси! Эреххи ăçта пăхатăн унта тулли кĕленчепе ларать, çыртмалли – мăй таран, акăш-макăш сĕтел хатĕрленĕ. Çиетпĕр-ĕçетпĕр те ташлама тухатпăр коридора. Арçынсем уçăлма, пирус туртма балкон çине тухса тăраççĕ. Эпĕ те сĕтел хушшинчен тухса Ваççапа Нинан ытамне кĕрсе ÿкрĕм. Калаçатпăр – сăмахсем пĕтмеççĕ. Хваттер кăтартрĕç. Мухтанмалăх пур çав. Виçĕ пысăк пÿлĕм, кухни те пĕчĕк мар, сĕтел-пуканĕ те чаплă. Капăр çемçе диванĕ çине лартăм та кăшт кăна путса анса каймарăм. Стенисем çинче эрешленĕ çăм кавирсем çакăнса тăраççĕ, урайĕнче те çавнашкалах. Кашни пÿлĕмрех тĕслĕ кăтартакан телевизор, витйк тени те иккĕ таран. Пĕр каласан, вăйлă пурăнаççĕ ман тăвансем. Пурăнччăр, ман пек пĕчĕк пÿлĕмре тарăхмалла мар кашнин. Пурнăç пĕрре кăна килет вăл, унăн тилхепине çирĕп тытмалла. Ваççа шăллăм ăна тытма пĕлет пулас, ура çинче çирĕп тăрать. Халĕ те ман хулпуççи çине хăйĕн йывăр ал тупанĕсене хучĕ те мана, хăйĕнчен пилĕк çул аслăрах аппăшне, пурнăç урапине кустарма вĕрентет:
– Галя аппа, манран, шăллунтан, пурăнма вĕрен. Пăх-ха манăн веçех пур: пуян хваттер, çăмăл машина, ăшă гараж, тупăшлă таччă. Çак алăсемпех ĕçлесе туяннă вĕсене эпĕ, хам вăйпа. Тăрăшмалла, ним те хăй тĕллĕн алла кĕмест.
Хăйĕн каппайчăк сăмахĕсемпе пайтах хуçрĕ вăл ман кăмăлăма, анчах та хуçалăха çирĕп тытакан хуçапа сăпайлă пулмалла, килĕшнĕ пек пулса пуçа сĕлтсе çеç тăтăм – ăна-кăна палăртмарăм. Ара, мăшăрлă пурнăçпа, тен, эпĕ те çакăнтан кая мар пурăннă пулăттăм. Мĕн ĕçлесе илнĕ укçана икĕ ачана ура çине тăратас тесе тăкрăм вĕт. Мĕн тăвасси пур – пурин те пурнăç пĕр пек килмест. Куççуль юхма патне çитрĕ, анчах та мĕнле-тĕр чăтса ирттертĕм ÿсĕрĕлме тытăннă Ваççа сÿпĕлтетнине. Ăна татах та итленĕ пулсан, тен, çавăнтах ĕсĕклесе яраттăм пуль. Анчах та çав вăхăтра хăлхана çурасла темĕн ша-ап! Туса ÿкрĕ. Пĕчĕк ачасем çари! Çухăрса ячĕç, хĕрарăмсем çуйхашма пуçларĕç. «Мĕн пулчĕ, мĕн пулчĕ?» – тесе пурте чÿречерен тулалла пăхаççĕ. Ытла та хăватлă сасă – чукун çул çинчи бензин цистерни сирпĕнчĕ тейĕн. Çитменнине, йĕксÿ сывлăш персе тухрĕ хваттерте – сывлама çук, пÿлĕнтерет, куçа уçма çук – куççуль тухать. Бомбă пÿрт çине ÿкнĕ-им – пурте аллисемпе пит-куçĕсене хупласа тĕлли-паллисĕр чупаççĕ пÿлĕмсенче. Халь ачасем кăна мар, пурте çуйхашса, куççуль юхтарма пуçларĕç Никам та никама чараймасть. Cалра хатĕрленĕ сĕтелсенчен пĕрне тÿнтерсе ячĕç, чашăк-тирĕк шăнкăртатса çĕре персе анчĕ. Ай, тур-тур! Эпĕ те аптраса ÿкрĕм, хваттерте йăсăрланса тăракан тĕтрене сирсе камăн-тăр ÿлесе макăракан пĕчĕк ачине ярса тытрăм. Лăплантарма пикентĕм. Хамăн та куçран шăпăртатса куççуль юхать.
Хваттерти хăраса ÿкнĕ çынсене кам-тăр хытă кăшкăрса лăплантарма пикенчĕ:
– Тăвансем, хăрамалли ним те çук! – илтĕнчĕ унăн сасси ĕрлев витĕр. Ăнсăртран пистолет персе ячĕ, куççуль юхтаракан газлă пистолет. Чÿречесене уçăр хăвăртрах, тулалла тухăр, балкон çине!
Пистолет тесен хĕрарăмсем веçех хăраса ÿкрĕç, ара, вăл çынна вĕлермелли хĕç-пăшал вĕт. Хваттерти чÿречесене, алăксене яри уçса хăварса, урама сирпĕнсе тухсан, тулли кăкăрпа уçă сывлăш сăвăрса илсен тин лăплама пуçларĕç хăнасем.
Урамрах ачасенчен тĕпчесе пăтăрмахăн сăлтавне те пĕлтĕмĕр. Хăнасенчен пĕри машина тăмалли вырăнта хуралçă пулса ĕçлет иккен, кĕсйинче хуть хăçан та газлă пистолет чиксе çÿрет. Хальхинче те çумĕнче пулнă вăл, анчах ташлама тытăнсан кансĕрленĕ пирки сентре çине кăларса хунă. Ача-пăчан куçĕ çивĕч – пĕри курса ĕлкĕрнĕ вĕсенчен. Никам асăрхаман чухне ăна хăпарса илнĕ те юлташĕсемпе ваннăйра питĕрнсе ларнă. Пĕр-пĕринчен тăпăлтарнă самантра пистолечĕ персе янă.
Юрать-ха хăйсем çине тĕллесе тытман – куçсăр тăрса юлĕç шăпăрлансем.
Хваттерти антăхтаракан сывлăш сирĕличчен çур сехет ытла тулта юрпа выляма лекрĕ пире. Юлашкинчен арçынсен карланкисем кĕçтеме пуçларĕç – кĕрсе кайрĕç çуттине сыпма. Пĕр-ик черкке хаплаттарса хучĕç пулас, шăв-шав кăларса, пире те хистесех кĕме йыхăрчĕç.
Уяв тепĕр хут йĕркеленсе кайрĕ: юрă хыççăн юрă, ташă хыççăн ташă.
Тĕпĕртетсе ташлар-и?
Уратине хуçар-и?
Эпир тепре килнĕ çĕре
Çĕнĕ туса хуччăр-и?..
– чăваш такмакĕ те ян кайрĕ Самар урамĕ тăрăх. Кăна тăван ялтан килнĕ çамрăк мăшăрсем хĕрсех çаптараççĕ. Ваççа та тайкаланса урай варрине тухрĕ. Ытларах ĕçнипе пуçĕ анкă-минкĕленнĕ, алли-ури купăс кĕввине çыпăçмасть. Пĕрин çине пырса тĕренет вăл, теприн çине перĕнет. Юлашкинчен пĕрле ĕçлекен юлташĕн арăмне çавăрса илчĕ те хăй умĕнчен тартмасăр унпа ташлама тапратрĕ. Мĕнле кăна ташламарĕ-ши вăл çав хĕрарăмпа? Ик аллинчен тытса та, пилĕкĕнчен пăчăртаса та, çÿлелле çĕклеттерсе те… – тĕлĕнсе кайăн ÿсĕрĕлнĕ Ваççаран. Малтан ку хĕрарăм, кил хуçи аскăннине шута илмесĕр, кулкаласа кăна тăчĕ, анчах каярахпа леш чарăнманнине кура çилленме пуçларĕ. Юлашкинчен, Ваççа ăна чуп тума пикенсен, чăтса тăраймарĕ – карт туртса аллине вĕçертрĕ те çупса ячĕ йĕксĕке питĕнчен. Шăп та шай çав самантра Ваççан юлташĕ балконран кĕрсе тăчĕ, мĕн пулса иртнине курнăскер туххăмрах Ваççа умне тапса çитрĕ. Эпĕ те, ытти хăнасем те сехĕрленсе ÿкнипе шанк хытса кайрăмăр.. Купăс сасси те шăпланчĕ.
Ташлакан хĕрарăмăн мăшăрĕпе Ваççа тытăçса ĕлкĕреймерĕç, çав вăхăтра Нина йăмăкăм кухньăран сирпĕнсе тухрĕ те ик арçын хушшине кĕрсе ÿкрĕ. Упăшкин чармак аллисенчен çакăнчĕ те макра-макра ăна ÿкĕтлеме пикенчĕ:
– Ваççа! Ваççа! Чипер пул-ха, чарăн юлташна çулăхма, ан хăй çынна çапма. Тăвансем умĕнче тирпейлĕ пул! Ан намăслантар хăвна ху!
Ваççан, юлташĕ мар ĕнтĕ халь тăшманĕ, пăхса тăчĕ-тăчĕ те куç айĕн анчăкланнă Ваççа çине:
– кĕççе питĕ эсĕ, – тесе хучĕ. Ан тив, ăнланччăр пурте: çавнашкал путсĕр çынна пÿрнепе лекме те йĕрĕнчĕк уншăн. Урăх пĕр сăмах та чĕнмесĕр арăмне çавăтса тухса кайрĕ.
Вĕсене курса ытти хăнасем те пуçтарăнма пуçларĕç. Пурне те чăрмантаракан ÿсĕр Ваççана айккинелле хÿтерсе ятăмăр. Ăна Венерăн упăшки балкон çине пирус туртма тесе ертсе тухрĕ. Кăмăлсăр каякан хăнасенчен каçару ыйтса, Нинăн хăйĕн те чунĕ кÿтсе килчĕ. Çынсене ăсатса пĕтернĕ-пĕтермен куççульпе пÿлĕнсе вăйсăрлансах кайрĕ.
Тепĕр çур сехетрен каяс тенĕ хăнасем йăлтах тухса кайрĕç. Çул курки ыйтса ĕçекен те пулмарĕ. Хваттер праçникĕ сÿнмеллипе сÿнчĕ. Пĕр пакăç сурăх пĕтĕм кĕтĕве варалать тени тĕрĕсех иккен.
Пирĕн те, юлнисен, кăмăлсем пусăрăнчĕç. Ваççана, хăй илтмен чухне, урăм-сурăм тустартăмăр хамăр хушăмăрта, ырă кăмăллă та хастар Нинăна мухтарăмăр та, хĕрхентĕмĕр те. Эпĕ, Ваççана кун пек пĕрре те курманкер, пушшех тĕлĕнтĕм.
– Галя аппаçăм! Ваççа мĕнлине пĕлменни эсĕ кăна-тăр кунта. Ĕçме тытăнсан – чаракĕ çук. Ытлашши ĕçсен, пуçсăрлансах каять. Шутсăр мухтанать, виçесĕр каппайланать. Хăйĕн автанла йăлине пăрахаймасть, – чÿкленĕ пек ăнлантарать мана Нина йăмăкăм.
Пирус мăкăрлантаракансем те курăнса кайрĕç балкон алăкĕнчен. Ваççа пÿлĕме кĕрсен те пирусне ĕмме пăрахмарĕ-ха. Куçĕ тĕтреллĕ кăтартма пăрахнă пулас – арăмне шыраса тупрĕ те:
– Нинук! Хăнасем ăçта? – персе ячĕ тĕлĕнсе. Эпир пĕр харăс:
– Килĕсене кайрĕç хăнусем, – терĕмĕр.
– Кайрĕç?! Хăнусем? – сисчĕвленчĕ ун сасси. – Кайрĕç-тĕк, кайнă пултăр. Кирлех мара ун пек хăнасем. Паян маншăн кунта пĕр хăна кăна. Ман енчен Галя аппа кăна. Ыттисем ман хăнасем мар, пурте кайма пултаратăр. Тытмастăп. Çул ирĕк! – Каллех шăртланма пуçларĕ Ваççа.
Нина йăмăкăм пушă савăт-сапана сĕтел çинчен пуçтаратчĕ. Эпир те, хĕрарăмсем, пулăшаттăмăрччĕ ăна. Ваççа çав самантра пĕр кĕтмен çĕртен мăшăрĕ патне авкаланса пычĕ те çăварĕнчен йăлтăртатса çунакан пирус тĕпне арăмĕн ури çине пустарса сÿнтерчĕ. Нина ыратнипе шари! çухăрса ячĕ, унăн уринчи колкоткийĕ вутпа ирĕлсе çыпçăнса ларчĕ. Самантра пулса иртрĕ ку мыскара – никам та Ваççана аллинчен тытса ĕлкĕреймерĕ. Эпĕ хам та сĕтел тепĕр енчен кашăк-чашăк купаланă май Ваççана куçран вĕçертмен, анчах та пур-пĕр унăн киревсĕр хăтланăвне туйса илеймерĕм. Çак тискерлĕхе курсан, чăтса тăраймарăм, тытăнтăм Ваççана тÿпелеме – ман çинчен хăть те мĕн шутлаччăр.
– Эсĕ, ваççа, кикенек çимен пуль? Ма ун пек хăтланан? Пирус сÿнтермелли савăт мар вĕт арăмун ури! Çын мар иккен эс Ваççа, чăн-чăн эсрел!
Икĕ аллăмпа та астивтертĕм ăна хамăн тукмаксене. Мĕнле хăюлăх çитрĕ-тĕр. Хам пăлханса кайрăм, чĕрем сиксе тухас пек тапать. Вăл тăрук тулли кĕленче ярса тытман пулсан пит-куçне чăрмаласа, кăвакартса пĕтереттĕмччĕ пуль унăнне. Тăратпăр çапла: эпĕ сĕтел ку енче, вăл тепĕр енне куçса çитнĕскер, кĕленчене, граната пек, ман çине ывăтма хатĕр хăмсарса пуçĕ тăрринче тытать.. Хальхинче эпĕ те хăраса ÿкрĕм – унăн аллинчи пулăштухран куçа илместĕп. Унччен те пулмарĕ – Ваççа пăккине те уçман эрех кĕленчине пĕтĕм вăйĕнчен сĕтел кĕтсене кӳплеттерчĕ. Кĕленче чăл-пар саланчĕ, эрех юхса тухрĕ. Пĕтрĕ пуç! Аллинче юлнă кĕленче мăйĕпе ман хыççăн хăвалама тапратсан, ниçта тарса ĕлкĕреймĕн, сывă юлас çук капла майпа.
Калама мансах кайнă, унччен те ĕçсен пĕр черккине те сĕтел çине лартмарĕ-ха вăл паян. «Телейшĕн!» – тет те урайне е стена çине вăйпа ыткăнтарать. «Хваттере ăна çумалла малтан, унсăрăн вăл телей кÿмест»,– тесе ăнлантарать хăйĕн çавнашкал хăтлавнăвне.
Те кĕленче чăл-пар сирпĕннипе, те кунта юлнă çынсем шари! кăшкăрса янипе; Ваççа сасартăк хăй те алчăранă куçĕсемпе тĕлĕнсе пăхма пуçларĕ, пуçĕнче ăс-тăн пăтранчăкĕ самантлăха сирĕлчĕ пулас – майĕпен лăпланма пуçларĕ. Пуçанăшне тав туса пĕр черкке тĕппипех ланкăртаттарса ĕçрĕ те тĕнсех кайрĕ сĕтел çине. Хальхинче черккине ывăтма вăй-хăват çитмерĕ унăн.
Чăркăш çыннăн çиллине амалантарма кирлех мар та çав, тепле ман чун чăтмарĕ çак куç умне ÿкнĕ хăрушă ÿкерчĕке, Нина йăмăкăмăн асапне, пăхса ларма. Хамах айăплă пуль. Чĕнмен пулсан, курман-илтмен пулсан, тен, хăй тĕллĕнех лăпланатчĕ пуль Ваççа. Пĕлмен вĕт-ха эп ăна çавăн пеккине. Хамах айăплă, хамах. Хăй те ĕнтĕ, пурнăç техĕмне пĕлекен çын, çавнашкал хăтланмалла мар. Пĕрре кăна унпа çакăн пек мыскарасем пулман-тăк, паллах, пĕлме тивĕç вăл хăйĕн характĕрне. Çавăнпа та ĕçес пулман арăш-пирĕшленсе калаçма тытăниччен, ал-ури мĕн тунине пĕлми пуличчен, ăс-тăнне çухатиччен.
Нина каласа панă тăрăх, урă чухне унран ырă çын тупаймăн таврара. Ара, чăнах та, ман патра хăнара пулнă чухне еплерех тирпейлĕ тытрĕ вăл хăйне хăй. Савăннăччĕ ун чухне вĕсен ăраскалне туйса тăрса. Вун пилĕк çул пĕрле пурăнса та тин çеç пĕрлешнĕ мăшăр пек юратса пăхатчĕç пĕр-пĕрин çине. Çавăнпах, вĕсене хисепленипех кайса курас терĕм. Курманнин курас килет вĕт-ха. Тен, кайса çÿремелле те марччĕ? Курнинчен курманни паха тепĕр чухне.
Чăлăм куç хупман кĕçĕр. Çывăрма май та çукчĕ, выртма вырăн та çукчĕ. Ялтан килнĕ çамрăксемпе юнашар пĕр пÿлĕмре урайĕнче чĕтресе ларсах çĕр каçрăм. Хăна çуртне тухса кайма та шухăш пурччĕ, анчах ăна çĕрле тупаймасран шиклентĕм. Нина йăмăкăм та çывăрман. Мĕнле ÿкĕтлесен те манăн унта пĕр минут та тăрас килмерĕ. Кун çути палăрма пуçласанах пуçтарăнма тытăнĕ. Çавăнпах ирех чарăнăва тухса тăтăм…»
Çапла вĕçлерĕ хăй калавне манăн çулташ. Тольяттине çитеспе тулта çутăлса çитрĕ, хĕрарăмăн сăн-сăпачĕ те çуталса кайрĕ – тамалчĕ курăнать унăн пăшăрханăвĕ, йăл кулă пекки те палăрать пит-куçĕнче. Анчах та пурпĕрех иртнĕ каçăн пусăмĕ тыткăнлать-ха унăн чĕрине, унăн ырă кăмăллă чĕрине, тĕрĕслĕхшĕн, чăнлăхшăн çунакан чĕрине.
Чĕнмест каллех. Салонри хыçал енне пăхмалли тĕкĕр çинчен ман çине ыйтуллăн тинкерет: «Мĕн калăр ĕнтĕ халь эсир ман çинчен, тĕрĕс турăм-ши эпĕ хуçасене çăкăр-тăваршăн тав тумасăрах ир-ирех тухса кайса, хутшăнмаллаччĕ-ши манăн вĕсен хушшине?…» – тенĕн пăхаççĕ куçĕсем. Ыйтас-тăвас пулсан, мĕн тейĕн-ха ăна хирĕç? «Арлă-арăмлă мăшăр хушшине йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр», – теççĕ ваттисем. Тепĕр енчен, ăçтан тăрăн-ха çавнашкал усал япаласем çине алă усса пăхса ларма. Хăть кам та унăн вырăнĕнче пулсан чăтса тăраймĕ. Тăван тăвана пулăшма пăхать-çке.
Пĕр каласан, çынна пĕлсе пĕтереймĕн. Çавăнпа та каллех аса килчĕç манăн калаçăвăн сăмахĕсем: Куриччен – курманни. Тен, тĕрĕсех вĕсем?

*

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s