Турхансем ][ Иван Егоров / Ivan Jekorăf

Шăллăмсем хурласшăн пиччене
чĕлхи çепĕç маршăн тиркесе.
Ют çынсем сăхасшăн пĕччене
хутне кĕрекенĕ çук тесе.

Пурăнăçăн тути-масине
ас тиврĕмĕр эпĕр маларах.
Чи йывăрри лекет аслине,
ÿсрĕмĕр, тен, кăштах кăрарах.

Характерĕпеле вăл крутта,
вăрттăнлăхне пĕр Турă пĕлет.
“Нарспи” çыраканĕ те, Пăртта,
пиччерен те крутта пулнă тет.

Кăра çилĕ килет-мĕн йăхран,
турхансене хывнă-мĕн пичче.
Кăтрат хан тăхăмĕ вăл, Турхан.
Лешĕнчен чĕтренĕ пур тĕнче.

Çерушпа Кĕркури, шăллăмсем,
туймастăр-им, хăвăр та кăра?
Çерушĕн, ав, малти шăлĕсем
Турхан-кукка шăлĕ пек сайра.

Ĕçкĕ-çикĕ тума, ташлама
пухăнаççĕ кÿршĕсем-мĕнсем.
Хуйхă килсен ăша пусарма
пурĕпĕрех кирлĕ тăвансем.

Пулмалла ун хивре, вăл асли,
çăхансен хушшмнче – пĕр-пĕччен.
Вĕçевре – чи çÿлти, чи ăсли:
вăл – лоэт, чăн поэт. Вăл – пичче…
* * *
Пурах аманнă чуншăн çăлнăç:
çÿлтен-çÿле ун вĕçмелле!
Çĕр çумĕпе шăвать ман пурнăç,
шуса пырать çул вĕçнелле.

Часах унта çитсе те тăрĕ,
сиссе те юлаймăпăр ак.
Пире кам пĕтесрен хăтарĕ?
Вĕçекен чун! Вăл хăтарать!

Чун вĕçевне туяс тесессĕн
мĕн-ма кĕтес аманасса?
Чăнла пурнассăмăр килсессĕн
чуна пурнас-мĕн çунтарса…

Кĕçĕн шăллăма ][ Иван Егоров / Ivan Jekorăf

Анне пек çын, шăллăм, çук вăл тесшĕн
эп сана, çуках кунта тупма.
Тĕнчипе ун пеккисем миçен-ши
çурăлан чуна кăшт пусарма?

Хуйхă-суйхă пуснă çын пырать-и
хуйхи-суйхине чăтайманран,
хайĕнчен хăй хăш-пĕри тарать-и,
пил парать анне, шеллет чунран.

Вĕсемпе пĕрлех туять хăйне те
хăтăлнăн асаплă инкекрен.
Аннене кашнийĕ ĕненет-тĕр,
тав тăвать чунран та чĕререн.

Çын, тĕнче хуйхи чунне тулсассăн,
калаçма пĕр чун та юлмасан,
çурăлса чĕри каяс пулсассăн —
никама та, шăллăм, ан вăрçсам.

Эпĕр пулмасан, çитеймесессĕн
е килсе тухсассăн пĕтмелле,
тирпейле те, макăр, макăр эсĕ.
Йĕр, хӳхле эс эпĕр илтмелле…

Йăмăк ][ Иван Егоров / Ivan Jekorăf

Виçĕ вăрман урлă вĕçсе кайрăн,
телей пекки курăнчĕ куçна,
анчах та эс ăна тупаймарăн.
Ах тур йывăр килчĕ-тер пуçна.

Телей кайăкне эс кураймарăн.
Килнĕ-ши вăл, çук-ши тĕнчене?
Хăш çĕрте-ши, мĕнле çырăн-варăн
илĕртсе çӳрет вăл çынсене?

Тăванусемшĕн эс тунсăхлатăн
чунна пусарма никам çукран.
Тĕл пулсан таттисĕр калаçатăн.
Каяс чух ларан пăхса куçран.

Хальхинче те куçăмран чăр! пăхрăн,
Ярассу килмест пĕртăванна.
Ăсатма эс тухрăн, эс каларăн:
“Черетпе, ак, пуçлăпăр кайма…”

Черетпе-и е черет пĕтсен-и,
Тур çырнинчен пурпĕр иртес мар.
Йывар шухăш килĕ — пире кĕт эс,
вăрман хĕрринелле тухса лар.

Утмăла çитсен те эс пахатăн
çав кайăка курмăп-ши тесе.
Курсан-курмасан та шухăшлатăн:
“Май пулсан — антарăттăм персе…”

Килте ][ Иван Егоров / Ivan Jekorăf

Анне сад пахчине кĕрекенччĕ,
чӳречерен пăхрăм — унта çук.
Атте пур чух тĕпелте çӳретчĕ,
апата чĕнетчĕ: “Павăл, тух!”

Анне кĕмен паян тĕпеле те,
сасă параканччĕ унта чух.
Килтисем халь уншăн темле… ют пек.
Темĕскер пуласран чунăм çук.

Чун пăлханнипех, ак, килсе çитрĕм
шавлă хуларан тăван киле.
Килес вăхăта эп тем пек кĕтрĕм:
ах тур, тем ан пултăр çак тĕле…

Пахчара та çук вăл, урамра та.
Чарăнса тăратăп. Тен, чĕнет?
Кĕлет çывăхнех хуллен пыратăп:
мухтав Турра, сасă илтĕнет.

Чашăк çине çурта çутса лартнă,
сарса хунă атте кĕрĕкне,
ĕнĕрленĕ майăн саплăк каснă,
çĕтĕк çĕре хурать саплăкне…

Аслă масар-хăямат… (Тилли юррисем) ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Аслă масар-хăямат,
Утçăм кĕме хăяймасть.
Туй пуç лаши тур лаша
Кукалесе çĕр чавать:
Шăнкăрав шăнкăр тăвать,
Тенкисем чăнкăр тăвать.
Хĕр тантăша, ял-йыша
Кÿме çине çĕклерĕм,
Пĕркенчĕкне сирмерĕм,
Ватсен пилне куклетрĕм.

— Асаттеçĕм, асатте,
Манăн ырă асатте!
Ют çын ачи туйĕнче
Юс тир камсул тăхăнтăн,
Юр юрласа савăнтăн,
Таш ташласа ывăнтăн.
Ачун ачин туйĕччен
Тĕнĕсĕр пÿрт туянтăн,
Хура çĕрпе хуплантăн,
Юман юпа йăтайрăн.

Асаннеçĕм, асанне,
Манăн ырă асанне!
Ют çын ачин туйĕнче
Юр пек сурпан сырăнтăн,
Кĕмĕл хушпу тăхăнтăн.
Хĕвеле вăтантартăн.
Ачун ачин туйĕччен
Питне пирпе витейрĕн,
Çине çерем пĕркейрĕн,
Çăка юпа çĕклейрĕн.

Асаттеçĕм, асатте!
Асаннеçĕм, асанне!
Аркăр çинчи ачăра
Ара çитерейнĕ чух
Иксĕр харăс пултăр çук,
Хурланать-çке манăн чун…
Çăмăл пултăр нÿр тăпра!
Асăнатăп, тайлатăп,
Тулли курка тăкатăп,
Пехилĕре ыйтатăп.

Ман тĕмеске тăпри типсе çитсен… (Тилли юррисем) ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Ман тĕмескен тăпри типсе çитсен,
Кăкшăмпалан, савниçĕм, кукленсем:
Куç пек тулли тултар ик сар курка,
Пĕрне ĕçсе пĕрне ÿпĕнтерсем.

Юпа сăри туса ĕлкĕрмесен —
Çăл шывĕпе, савниçĕм, пĕрĕхсем:
Хăрма ан парччĕ шăтнă курăка,
Çăвĕпелех вăл вырттăр ешерсе.

Сăра та, шыв та витĕр витмесен —
Куççулĕпе, савниçĕм, витерсем:
Епле, сана савса, эп урăха
Пулам-ха парăмлă çĕре кĕрсен?